СӐВАПЛӐ ПАВЕЛ АПОСТОЛ ТИТ ПАТНЕ ЯНӐ ҪЫРУ
1Саламлани
1 Турӑ чуринчен тата Иисус Христос апостолӗнчен Павелран – ӗненӳри чӑн ывӑлӑма Тита. Мана Турӑ суйласа илнисене ӗнентерме, вӗсене чӑнлӑха – Турра хисеплессине – уҫса пама, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн шанчӑк пама янӑ. Хӑйӗн сӑмахне тытакан Турӑ ҫав шанчӑка чӑн малтанах пама пулнӑ. Палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн вара Ҫӑлакан Туррӑмӑр Хӑйӗн Сӑмахне вӗрентме мана хушрӗ, мана шанса пачӗ. Атте Турӑран тата Иисус Христос Хуҫамӑртан – хамӑра Ҫӑлаканран – сана тивлет, ырӑлӑх тата канӑҫлӑх пултӑр!
Титӑн Критри тивӗҫӗсем
5 Пӗтермен ӗҫсене туса пӗтертӗр тесе, кашни хуларах пресвитерсем ларттӑр тесе сана эпӗ Критра хӑвартӑм. Эпӗ сана ҫапла хушнӑччӗ: 6 вӗсем таса чунлӑ, арӑмне ӗмӗрлӗх парӑннӑ ҫынсем пулмалла. Ачи-пӑчисем те вӗсен Турра ӗненекенсем, аскӑн е чарусӑр ят илменскерсем пулччӑр. 7 Мӗншӗн тесен чиркӳ ертӳҫин ӗненекен ушкӑна, Турӑ ҫуртне йӗркелесе тӑракан пек, ертсе пымалла, хӑйӗн таса пулмалла. Вӑл пуҫтах, кӑра, ӗҫкӗҫ, ҫапӑҫакан, ҫӑткӑн ан пултӑр. 8 Пачах та урӑхла, унӑн тараватлӑ, ырӑлӑхлӑ, таса шухӑшлӑ, тӗрӗслӗхлӗ, Турра хисеплекен, хӑйне хӑй тытма пӗлекен пулмалла. 9 Ҫынсене тӗрӗс вӗрентӳпе ӳкӗте кӗртес тесен, хирӗҫҫисене питлеме пултарас тесен, чиркӳ ертӳҫин хӑйне вӗрентнӗ чӑн сӑмаха ҫирӗп тытса пурӑнмалла.
10 Ҫынсем хушшинче пӑхӑнас мар текенсем те, пуш сӑмах ҫаптаракансем те, ултавҫӑсем те нумай-ха. Ҫавнашкаллисем ӳт кастарнисем хушшинче ытларах. 11 Вӗсен ҫӑварӗсене хупламалла: мула хапсӑннипе вӗсем Турра юрӑхсӑррине вӗрентсе ҫӳреҫҫӗ, ҫапла вара ҫынсене килӗ-килӗпе пӑсса пӗтереҫҫӗ. 12 Вӗсен хӑйсен пӗр сӑвӑҫиех ҫапла каланӑ пулнӑ: «Крит ҫыннисем – тискер кайӑксем, харам пырсем – тӑтӑшах суеҫтереҫҫӗ!» 13 Вӑл калани тӗрӗсех. Ҫавӑнпа та, ӗненӗве тӗрӗс тытса пыччӑр тесе, иудейсен халапӗсене тата чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем хушнине ан итлеччӗр тесе, вӗсене вирлӗн питле. 15 Тасисемшӗн йӑлтах таса, ирсӗррисемшӗн, ӗненменнисемшӗн таси нимӗн те ҫук, мӗншӗн тесен вӗсен ӑсӗ те, чунӗ те ирсӗрленнӗ. 16 Вӗсем Турра пӗлетпӗр теҫҫӗ, анчах ӗҫӗсемпе Турра хирӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем киревсӗр, итлемеҫҫӗ, нимӗнле ырӑ ӗҫ те тума пултараймаҫҫӗ.
2Тӗрӗс вӗрентӳпе епле пурӑнмаллине ӳкӗтлесси
1 Эсӗ вара тӗрӗс вӗрентӳпе килӗшӳллине кала: 2 ватӑсем сыхӑ, мӑнаҫлӑ тата таса шухӑшлӑ пулччӑр; ӗненӳре, юратулӑхра, тӳсӗмлӗхре ҫирӗп пулччӑр. 3 Карчӑксем ӗненекене килӗшӳллӗ пек тумланччӑр; элеклемесӗр, сӑра-эрех ӑшне путмасӑр пурӑнччӑр, ырра вӗрентчӗр. 4 Вӗсем ҫамрӑк арӑмсене упӑшкипе ачи-пӑчине юратма, 5 таса шухӑшлӑ, ҫылӑха кӗмесӗр пурӑнма, килшӗн тӑрӑшма, ырӑ пулма, упӑшкисене пӑхӑнса пурӑнма вӗрентчӗр – ҫапла тусан Турӑ сӑмахӗ хур пулмӗ. 6 Яшсене те таса шухӑшлӑ пулма ӳкӗтле. 7 Ырӑ ӗҫӳпе вӗсемшӗн тӗслӗх пул. Эсӗ ӳкӗтлени таса та танлӑ, пӑсӑк мар пултӑр. 8 Сӑмаху сулмаклӑ та тиркеме ҫук пултӑр, пире хирӗҫлекен пирӗн ҫинчен начар калайманнипе намӑса юлтӑр. 9 Чурасене хӑйсен хуҫисене пур енчен те пӑхӑнса, юраса, вӗсемпе тавлашмасӑр пурӑнма ӳкӗтле. 10 Вӗсем ан вӑрлаччӑр, пур енчен те шанчӑклӑ пулччӑр – ҫапла туса хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑр вӗрентӗвне татах илем кӳччӗр.
11 Ӗнтӗ Туррӑн пур ҫынсене те ҫӑлакан ырӑлӑхӗ ҫитрӗ. 12 Ҫав ырӑлӑх пире кунти пурӑнӑҫра Турӑсӑр ӗҫсене тата ку тӗнче киленӗҫне пӑрахӑҫласа, таса шухӑшлӑ та тӳрӗ, Турра хисеплесе пурӑнма вӗрентет. 13 Пире ҫав ырӑлӑх шанчӑк ҫитес телейлӗ куна – хамӑра Ҫӑлакан аслӑ Туррӑмӑр Иисус Христос мухтавлӑ килес куна – кӗтме вӗрентет. 14 Пире усаллӑхран тӳлесе илес тесе, Хӑй валли сӑвапласа тасатнӑ, тӑрӑшуллӑ, ырӑ тума пӗлекен, уйрӑм халӑх пултарас тесе, Христос Хӑйне пирӗншӗн вилӗме панӑ. 15 Ҫапла каласа ӳкӗтле, пӗтӗм хӑватупа питле! Сан ҫине никам та ҫӳлтен ан пӑхайтӑр!
3Ырӑ ӗҫсем тусах тӑрӑр
1 Ҫакна астутарсах тӑр: вӗсем пуҫлӑхсене, влаҫсене итлесе, пӑхӑнса пурӑнччӑр, кирек епле ырӑ ӗҫ тума та хатӗр пулччӑр. 2 Вӗсем пуринпе те шӑкӑл-шӑкӑл калаҫчӑр, харкашса ан ҫӳреччӗр, ҫемҫе кӑмӑллӑ пулса, хӑйсене пур ҫынпа та йӑваш тыткалаччӑр. 3 Мӗншӗн тесен эпир хамӑр та тахҫан айванччӗ, пӑхӑнмастӑмӑрччӗ, ҫӗтсе кайнӑччӗ; ҫылӑхлӑ кӑмӑлпа тӗрлӗ киленӗҫ чурисемччӗ, ҫилленсе-кӗвӗҫсе пурӑнаттӑмӑр, киревсӗрччӗ, пӗр-пӗрне кураймастӑмӑр. 4 Анчах та Ҫӑлаканӑмӑр, Туррӑмӑр, ырӑлӑхӗ ҫитсен, Унӑн этеме савакан кӑмӑлӗ уҫӑлсан, 5 пире Вӑл тӳрӗ ӗҫӗмӗрсемшӗн мар, Хӑй ырӑлӑхлӑ пулнӑран чӗрӗлӳ шывӗпе тасатса, Святой Сывлӑшпа ҫӗнетсе тӑчӗ. 6 Пире, Унӑн ырӑлӑхӗпе тӳрре тухнӑскерсене, хамӑр шаннӑ пекех, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе, Вӑл Святой Сывлӑшне Иисус Христос урлӑ ҫителӗклех пачӗ.
8 Ҫак сӑмахсем тӗрӗс. Турра ӗненекенсем ырӑ ӗҫ тума ӑнтӑлччӑр тесе, ман сана ҫак сӑмахсене ҫине-ҫинех калама ыйтассӑм килет. Ырӑ ӗҫ туни этемшӗн аван, усӑллӑ. 9 Анчах та пушӑ тавлашусенчен пӑрӑн, йӑх-несӗл тымарӗсем ҫинчен сӳпӗлтетнӗ ҫӗре, саккун пирки хӗрсе кайса калаҫнӑ ҫӗре ан хутшӑн, мӗншӗн тесен ку усӑсӑр, харам ӗҫ кӑна. 10 Пӑсӑк ӗненӳллӗ ҫынна вара пӗрре асӑрхаттар, тепре асӑрхаттар, унтан пӑрӑнса ут. 11 Пӗлсех тӑр: унашкаллисем ӑсне пӑснипе, ҫылӑха кӗнипе хӑйсене хӑйсемех айӑплӑ тунӑ ӗнтӗ.
Хушнисем, салам янисем
12 Эпӗ сан патна Артемӑна е Тихика ярсан, эсӗ ман патӑма Никополе хӑвӑртрах кил: эпӗ унта хӗл каҫма шут тытрӑм. 13 Саккуна ӑста пӗлекен Зинӑна тата Аполлоса ҫула ӑсатнӑ чух, тархасшӑн, вӗсене мӗн кирлине йӑлтах ҫителӗклӗ парса яма тӑрӑш. 14 Усси пултӑр тесен, хамӑр ҫынсем те кулленхи пурӑнӑҫра ырӑ тума, пӗр-пӗрне пулӑшма вӗренччӗр.
15 Манпа пӗрле пурӑнакансем сана пурте салам яраҫҫӗ. Ӗненсе пире юратакансене пурне те салам кала. Пурсӑра та тивлет пултӑр! Аминь.