СӐВАПЛӐ ПАВЕЛ АПОСТОЛ РИМРИ ӖНЕНЕКЕНСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ҪЫРУ

1

Саламлани

1 Иисус Христос чуринчен Павелран. Турӑ ирӗкӗпе мана апостол пулма чӗнсе илнӗ, Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтермешкӗн суйланӑ. 2 Ҫав Ырӑ Хыпара таса ҫырусенче Турӑ Хӑйӗн пророкӗсем урлӑ малтанах шантарнӑ. 3 Ырӑ Хыпар Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен пӗлтерет. Ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен Вӑл Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ. 4 Сӑваплӑ чун-чӗм тӗлӗшӗнчен Вӑл Туррӑн хӑватлӑ Ывӑлӗ пулни вара вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ тӑрӑх уҫҫӑнах палӑрнӑ. Вӑл – Иисус Христос, пирӗн Хуҫамӑр. 5 Турра пӗлмен мӗн пур халӑхсене Иисус ятне ӗнентерме, ҫав ӗненӗве чунтан парӑнтарма пире Ун урлӑ тивлет те, апостол тивӗҫне те панӑ. 6 Эсир те, Иисус Христос чӗнсе илнисем, Турра пӗлмен ҫав халӑхсем хушшинче пурӑнатӑр. 7 Сире Турӑ юратать, Вӑл сире сӑваплисем пулма чӗнсе илнӗ. Сире, Римри мӗн пур ӗненекенсене, Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.

Павел Рима ҫитсе курма ӗмӗтленни

8 Сирӗн ӗненӗвӗр пирки тӗнчипех пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та чи малтанах сирӗншӗн пуриншӗн те Иисус Христос урлӑ Туррӑма тав тӑватӑп. 9 Эпӗ Унӑн Ывӑлӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарса Турӑшӑн чун-чӗререн тӑрӑшатӑп. Сирӗн ҫинчен тӑтӑшах шухӑшланине Турӑ курса-пӗлсе тӑрать. 10 Хӑҫан та пулин сирӗн патӑра ҫитсе курмашкӑн ирӗк патӑрччӗ тесе кӗллӗмсенче тӑтӑшах Турра йӑлӑнатӑп. 11 Манӑн сирӗнпе курнӑҫса Турӑ Сывлӑшӗн пархатарӗпе сирӗн ӗненӗвӗре ҫирӗплетесчӗ. 12 Тӗл пулсассӑн эпир пӗрлехи ӗненӳ вӑйӗпе хавхаланӑттӑмӑр, пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулӑттӑмӑр. 13 Тӑвансем! Пӗлсемӗр: эпӗ сирӗн патӑра темиҫе хут та пыма пуҫтарӑнсаттӑм, анчах та паян кунчченех чӑрмавсем тупӑнса пычӗҫ. Эпӗ сирӗн патӑрта та, Турра пӗлмен ытти халӑхсем хушшинчи пекех, ӗненӳшӗн тунӑ ӗҫӗмсен уссине курасшӑнччӗ. 14 Манӑн грексемпе варварсене те, ӑслисемпе айваннисене те вӗрентес тивӗҫӗм пур. 15 Ҫапла вара, хама илес пулсассӑн, эпӗ сире те, Римра пурӑнакансене, Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн хатӗр. 16 Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне вӗрентме вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесен Ырӑ Хыпар – мӗн пур ӗненекенсене ҫӑлӑнӑҫ кӳмелли Турӑ вӑй-хӑвачӗ. Ҫав ҫӑлӑнӑҫа малтанах иудейсен илмелле, унтан – ытти халӑхсен. 17 Хытӑрах та хытӑрах ӗненсе пынӑҫемӗн Ырӑ Хыпарта Турӑ тӳрӗлӗхӗ уҫӑлсах пырать. Ун пирки Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Тӳрӗ ҫын ӗненӳпе чӗрӗ пулӗ».

Этемлӗхӗн айӑпӗ

18 Турра хисеплеменни тата этем йӗркесӗрлӗхӗ чӑнлӑха пусарса тӑрать. Унашкал ҫынсем ҫине тӳперен Турӑ ҫилли анӗ. 19 Турӑ ҫинчен мӗн пӗлмеллине вӗсем пӗлеҫҫӗ, ҫакна Турӑ Хӑй вӗсене уҫса панӑ. 20 Унӑн курӑнми ӗмӗрхи хӑвачӗпе Турӑлӑхӗ тӗнчене пултарнӑранпах палӑрать, ӑна Вӑл пултарнӑ тӗнчене сӑнасанах ӑнланса илме пулать. Ҫавӑнпа та усал туса пурӑнакансене каҫару пулас ҫук. 21 Турӑ ҫинчен пӗлеҫҫӗ пулин те, вӗсем Ӑна Турра мухтанӑ пек мухтамаҫҫӗ, тав тумаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсен шухӑшӗсем пушӑ вӗрентӳсем тавра ҫавӑрӑнаҫҫӗ, вӗсен туйми чӗрисем тӗттӗмленнӗ. 22 Вӗсем хӑйсене ӑсла хурсах ухмаха тухнӑ. 23 Вӗсем вилӗмсӗр Туррӑн мухтавне вилӗмлӗ этем, вӗҫен кайӑк, чӗр чун, ҫӗлен-калта сӑнарӗпе ылмаштарнӑ, ҫав кӗлеткесене пуҫҫапаҫҫӗ. 24 Ҫавӑнпа та Турӑ вӗсене ирсӗррипех хӑварнӑ: ҫылӑхлӑ шухӑш-кӑмӑл хыҫҫӑн кайса вӗсем хӑйсен ӳт-пӗвне хӑйсемех чыссӑрлатаҫҫӗ. 25 Вӗсем Турӑ чӑнлӑхне суяпа ылмаштарнӑ, Пултаракан Турра пуҫҫапас вырӑнне пултарнӑ япаласене пуҫҫапса чӳклеҫҫӗ. Пултаракан ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ пултӑр, аминь. 26 Ҫавӑнпа та Турӑ вӗсене намӑслӑх тыткӑнне панӑ: вӗсен хӗрарӑмӗсем арлӑ-арӑмлӑ пурӑнас вырӑнне пӗр-пӗринпе асса пурӑнаҫҫӗ. 27 Вӗсен арҫынӗсем те арлӑ-арӑмлӑ пурӑнас вырӑнне пӗр-пӗринпе, арҫынпа арҫын, асса пурӑнаҫҫӗ, намӑс ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫапла майпа вӗсем хӑйсен пӑсӑклӑхӗшӗн хӑйсемех тивӗҫлӗ тавӑру илеҫҫӗ. 28 Вӗсем Турра ӗненес тесе тӑрӑшман пирки Турӑ вӗсене пӑсӑк ӑс тыткӑнне панӑ. Пӑсӑк ӑса пула вӗсем тума юраман ӗҫсем тӑваҫҫӗ. 29 Вӗсем йӗркесӗр, аскӑн, чее, ҫӑткӑн, ҫилӗллӗ, кӗвӗҫ, ҫын вӗлерекен, чӑркӑш, ултавлӑ, хаяр кӑмӑллӑ, 30 усал чӗлхеллӗ, элекҫӗ пулаҫҫӗ. Вӗсем Турра кураймаҫҫӗ, ҫынсене кӳрентереҫҫӗ, мухтанчӑк, мӑнкӑмӑллӑ, тем тӗрлӗ усал тума та ӑста, ашшӗ-амӑшне итлемеҫҫӗ. 31 Вӗсем ӑссӑрла хӑтланаҫҫӗ, шанчӑксӑр, никама та юратмаҫҫӗ, ниепле те ҫураҫмаҫҫӗ, хӗрхенме пӗлмеҫҫӗ. 32 Ҫакнашкал хӑтланса пурӑнакансем Туррӑн тӳрӗ сучӗпе вилӗме тивӗҫлине вӗсем пӗлеҫҫӗ, анчах ҫав ӗҫсене тӑваҫҫӗ кӑна мар, тӑвакансене те ырлаҫҫӗ.

2

Туррӑн тӗрӗс сучӗ

1 Эй, этем! Ыттисене айӑплатӑн пулсан, ху та тӳрре тухаяс ҫук. Эсӗ ыттисене мӗнле судпа айӑплатӑн, ху та ҫав судпах айӑпланатӑн. Мӗншӗн тесен, ху та ҫавнах тӑватӑн пулин те, ыттисене айӑплатӑн. 2 Унашкал хӑтланакансене Турӑ тӗрӗс суд тӑвасса эпир пӗлетпӗр-ҫке. 3 Эй, этем! Эсӗ унашкал хӑтланакансене айӑпласа, ху та ҫавнашкалах хӑтланса пурӑнса, Турӑ судӗнчен тарса юлӑп тетӗн-им? 4 Тен, эсӗ Туррӑн аслӑ кӑмӑлне, йӑвашлӑхне тата нумай тӳсӗмлӗхне ним вырӑнне те хумастӑн? Турӑ кӑмӑлӗ сана ӳкӗнтересшӗн пулнине те ӑнланмастӑн-и? 5 Анчах та эсӗ кутӑн, ӳкӗнес теместӗн, ху валли хӑвах ҫилӗ пуҫтаратӑн. Турӑ ҫиллин кунӗнче Унӑн тӳрӗ судне эсӗ курӑн-ха. 6 Турӑ кашнинех ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ: 7 яланхи ырӑ ӗҫпе мухтав, хисеп, вилӗмсӗрлӗх илме тӑрӑшакансене – ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ; 8 кутӑннисене, чӑнлӑха пӑхӑнас темесӗр усала парӑннисене – хаярлӑхпа ҫилӗ. 9 Усал тӑвакан кирек епле этеме те – чи малтан иудея, унтан ытти халӑх ҫыннине – хуйхӑпа асап пулӗ! 10 Ырӑ тӑвакан кирек епле этеме те – малтанах иудея, унтан ытти халӑх ҫыннине – чыс та мухтав, канӑҫлӑх пулӗ! 11 Турӑ ҫынна кам пулнине кура хакламасть.

12 Моисей саккунне пӗлмен халӑх ҫыннисен, ҫылӑха кӗрсессӗн, саккун тулашӗнчех пӗтмелле пулӗ. Моисей саккунне пӗлекенсен вара, ҫылӑха кӗрсессӗн, саккунпа айӑпланмалла пулӗ. 13 (Мӗншӗн тесен Турӑ умӗнче саккуна илтнисем мар, саккуна пурнӑҫлакансем тӳрре тухӗҫ. 14 Моисей саккунӗсӗр урӑх халӑх ҫыннисем чун-чӗре туртӑмӗпе саккун хушнӑ пек тӑваҫҫӗ пулсан, эппин ҫав саккун вӗсен чун-чӗринче пур. 15 Ҫапла вара, саккун хушнисене вӗсем чун-чӗрипе туяҫҫӗ. Ҫакна вӗсен чунӗ тата шухӑшлавӗ ҫирӗплетет: вӗсем хӑйсене пӗрре айӑплаҫҫӗ, тепре тӳрре кӑлараҫҫӗ.) 16 Кама мӗн тавӑрса парасси вара, эпӗ вӗрентекен Ырӑ Хыпар тӑрӑх, суд кунӗнче палӑрӗ. Ун чухне Турӑ Иисус Христос урлӑ ҫынсен вӑрттӑн ӗҫӗсене суд тӑвӗ.

Иудейсем тата саккун

17 Акӑ, эсӗ хӑвна иудей тетӗн, саккуна шанса хӑвна лӑплантаратӑн, Турӑпа мухтанатӑн. 18 Эсӗ Турӑ ирӗкне те пӗлетӗн, саккунран вӗренсе мӗн лайӑххине те ӑнкаратӑн. 19 Пӗлӳпе чӑнлӑх – саккунра тетӗн эсӗ. Саккуна пӗлнӗрен эсӗ хӑвна суккӑрсене ҫавӑтса пыракан, тӗттӗмрисене ҫутӑ паракан, вӗренмен ҫынсене вӗрентекен, ӑссӑррисене ӑс паракан тесе шухӑшлатӑн. 21 Епле-ха эппин эсӗ, ыттисене вӗрентсе, хӑвна ху вӗрентместӗн? 22 «Ан вӑрла», – тесе вӗрентетӗн, ху мӗншӗн вӑрлатӑн? «Мӑшӑрсен пӗр-пӗрне улталамалла мар», – тесе вӗрентетӗн, ху мӗншӗн улталатӑн? Суя турӑ кӗлеткисенчен йӗрӗнетӗн, анчах ҫав кӗлеткесем ларакан керменсене ҫаратма мӗншӗн йӗрӗнместӗн? 23 Эсӗ, саккунпа мухтанаканскер, мӗншӗн саккуна пӑсса Турӑ ятне хисепрен кӑларатӑн? 24 Ҫырнинче каланӑ пек, сирӗн пирки урӑх халӑх ҫыннисем Турӑ ятне хурлаҫҫӗ. 25 Ӳт кастарни саккун хушнисене пурнӑҫласан ҫеҫ пӗлтерӗшлӗ. Енчен те эсӗ саккуна пӑхӑнмастӑн пулсан, ӳт кастарнинчен ним усси те ҫук. 26 Ҫапла вара, ӳт кастарман ҫын саккун хушнине пурнӑҫлать пулсан, ӳт кастарманнине ӳт кастарни шутнех кӗртмӗҫ-и? 27 Санӑн ҫырнӑ саккун пур, эсӗ ӳт кастарнӑ, ҫапах та саккуна пӑсатӑн. Ӗнтӗ сана саккун хушнине пурнӑҫлакан, ӳт кастарман ҫынах айӑпламӗ-и? 28 Мӗншӗн тесен тулашӗнчен иудей пек курӑннипех чӑн-чӑн иудей пулаймӑн, тулашӗнчен ӳт кастарни те чӑн-чӑн ӳт кастарниех мар. 29 Кам чунӗпе иудей, ҫав чӑн-чӑн иудей. Ячӗшӗн мар, чун-чӗре хушнипе ӳт кастарни ҫеҫ чӑн-чӑн ӳт кастарни пулать. Ун пек ҫынна этем мухтавӗ мар, Турӑ мухтавӗ пулӗ.

3

1 Эппин иудейсем ытти халӑхсенчен мӗнпе чаплӑрах-ха, ӳт кастарнинчен мӗн усси пур? 2 Иудейсем пур енӗпе те ытти халӑхсенчен маларах. Уйрӑммӑнах ҫакӑ вӗсене Турӑ сӑмахне шанса панинчен курӑнать. 3 Енчен те вӗсенчен хӑшӗ-пӗри Турӑшӑн шанчӑксӑр пулсан? Нивушлӗ вӗсен шанчӑксӑрлӑхӗ Туррӑн шанчӑклӑхне пӑрахӑҫлать? 4 Ҫук. Пӑрахӑҫламасть. Турӑ чӑн, кирек епле этем те вара ултавлӑ. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӑннине калатӑн, ҫавӑнпа Хӑвна айӑплакансене Эсӗ ҫӗнтерӗн». 5 Этемле шухӑшласа калатӑп: пирӗн йӗркесӗрлӗх Туррӑн тӳрӗлӗхне уҫҫӑнрах кӑтартса парать пулсан, Турӑ пире айӑпласа тӗрӗс мар тӑвать теме пултаратпӑр-и эпир? 6 Паллах, ҫук! Енчен те Турӑ пире те айӑплама пултараймасан, тӗнчене Вӑл епле суд тума пултарӗ? 7 Эсӗ ҫапла хирӗҫлесе калама пултаратӑн: «Манӑн суялӑх Туррӑн чӑнлӑхне палӑртса Ӑна мухтавлӑрах тӑвать пулсан, эппин мӗншӗн мана ҫылӑхлӑ ҫынна айӑпланӑ пек айӑпламалла? 8 Тен, ырри пултӑр тесен, усал тумалла?» Хӑш-пӗр элекҫӗсем пире шӑпах ҫапла вӗрентетӗр теҫҫӗ, усал сӑмах сараҫҫӗ. Вӗсене тӗрӗс суд пултӑрах.

Турӑ умӗнче пурте айӑплӑ

9 Ҫапла вара, эпир, иудейсем, ытти халӑхсенчен маларах-и? Ҫук. Мӗншӗн тесен иудейсем те, ытти халӑхсем те ҫылӑхлӑ терӗмӗр ӗнтӗ. 10 Ҫырнинче каланӑ пек: «Тӳрӗ пурӑнакан пӗри те ҫук. 11 Турра ӑнланас текен, ӑнтӑлса шырас текен пӗри те ҫук. 12 Пурте тӗрӗс ҫултан пӑрӑнса кайнӑ, пурте юрӑхсӑр; ырӑ тӑвакан ҫук, пӗрре те ҫук». 13 «Вӗсен карланки – уҫӑ тупӑк; чӗлхи – ултавлӑ, тути-ҫӑварӗнче – ҫӗлен наркӑмӑшӗ». 14 «Ҫӑварӗ вӗсен усаллӑхпа тата вӗчӗхӳпе тулнӑ». 15 «Урисем вӗсен юн юхтармашкӑн васкаҫҫӗ; 16 вӗсем иртекен ҫул ҫинче – арканчӑкпа инкек-синкек; 17 канӑҫлӑх ҫулне вӗсем пӗлмеҫҫӗ». 18 «Вӗсен куҫӗнче Турӑран хӑрани ҫук». 19 Саккунра мӗн калани саккуна пӑхӑнакансене пурне те пырса лекет. Ҫавӑнпа та пурин ҫӑварӗ те хупланать, Турӑ умӗнче пӗтӗм тӗнче айӑплӑ пулса тӑрать. Ҫакна эпир пӗлетпӗр. 20 Саккуна пурнӑҫланипе кӑна пӗр ҫын та Унӑн умӗнче тӳрре тухаймӗ. Мӗншӗн тесен саккун урлӑ ҫылӑх мӗнне пӗлесси ҫеҫ килет.

Ӗненӳ урлӑ килекен тӳрӗлӗх

21 Халӗ вара саккунран килмен Турӑ тӳрӗлӗхӗ уҫӑлчӗ. Ун ҫинчен саккун та, пророксем те пӗлтернӗ. 22 Иисус Христоса ӗненни урлӑ килекен Турӑ тӳрӗлӗхне мӗн пур ӗненекен илме пултарать, мӗншӗн тесен пур ҫын та пӗр, 23 пурте ҫылӑха кӗнӗ, Турӑ мухтавне пӗри те тивӗҫлӗ мар. 24 Анчах та Турӑ Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе пире пурне те тӳлевсӗрех тӳрӗлӗхне парать, мӗншӗн тесен пире Христос Иисус тӳлесе илнӗ. 25 Христоса ӗненекенсем пурте Унӑн Юнӗпе тасалччӑр тесе, Турӑ Унран ҫырлахтару парни тунӑ. Ҫапла майпа Турӑ Хӑйӗн тӳрӗлӗхне палӑртать: Вӑл малтан та ҫынсен ҫылӑхӗсене нумай чӑтнӑ, халӗ те тӳрӗлӗхлӗ. Иисуса ӗненекенсене Турӑ тӳрре кӑларӗ.

27 Пирӗн мӗнпе мухтанмалла-ха? Мухтанмалли нимӗн те ҫук. Мӗнле саккунпа мухтанмалла? Саккун хушнине туса-и? Паллах, ҫук. Саккун хушнине тунипе мар, ӗненӳпе кӑна мухтанма пулать. 28 Мӗншӗн тесен этем саккуна пӑхӑннипе мар, ӗненӳпе тӳрре тухасса эпир ҫирӗп шанатпӑр. 29 Турӑ Вӑл иудейсен Турри кӑна-и? Е урӑх халӑхсен Турри те? Паллах, урӑх халӑхсен те. 30 Мӗншӗн тесен Турӑ пӗрре. Вӑл ӳт кастарнӑшӑн е кастарманшӑн мар, ӗненнӗшӗн тӳрре кӑларать. 31 Капла эпир саккуна ӗненӳпе пӑрахӑҫламастпӑр-и? Паллах, ҫук. Эпир саккуна ӗненӳпе ҫирӗплететпӗр.

4

Авраам тӗслӗхӗ

1 Хамӑр мӑн асаттемӗр Авраам ҫинчен мӗн калама пулать? Хӑй тӑрӑшнипе вӑл мӗнле тивӗҫлӗ ӗҫ тунӑ-ха? 2 Енчен те Авраам ӗҫӗсемпе тӳрре тухнӑ пулсан, вӑл Турӑ умӗнче мар, ҫынсем умӗнче мухтава тивӗҫ. 3 Ҫырнинче мӗн каланӑ-ха? «Авраам Турра ӗненнӗ, Турӑ ҫакна тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ». 4 Ӗҫлекене тӳлени вӑл хӗрхенсе пани мар, тивӗҫлине тавӑрса пани. 5 Турӑ Хӑйне хисеплеменнисене те тӳрре кӑларма пултарать. Енчен те ҫын хӑйӗн ӗҫне мар, Турра шанать пулсан, Турӑ унӑн ӗненӗвне тӳрӗлӗх шутне кӗртет. 6 Ӗҫне шута илмесӗрех Турӑ тӳрре кӑларнӑ ҫынна Давид та телейлӗ тенӗ. 7 «Йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарттарнӑ ҫын, ҫылӑхӗсене тасаттарнӑ ҫын телейлӗ. 8 Ҫылӑхне Хуҫа Турӑ шута илмен ҫын телейлӗ». 9 Ҫак телее кам илейӗ? Ӳт кастарни е ӳт кастарманни? «Авраам Турра ӗненнӗ, Турӑ ҫакна тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ», – тетпӗр эпир. 10 Авраам хӑҫан тӳрре тухнӑ? Ӳт кастариччен е ӳт кастарнӑ хыҫҫӑн? Ӳт кастарнӑ хыҫҫӑн мар, ӳт кастаричченех. 11 Ӳт кастарнин паллине те вӑл ӗненӳ урлӑ илнӗ тӳрӗлӗх палли пек илнӗ. Вӑл ӳт кастарман чухнех Турра ӗненнӗ. Ҫапла вара Авраам, ытти халӑхсем те тӳрре тухма пултарччӑр тесе, ӳт кастарман мӗн пур ӗненекенсен ашшӗ пулса тӑнӑ. 12 Ӳт кастарнисем те ҫав ӗненӳ ҫулӗпех пыраҫҫӗ пулсан – Авраам вӗсен ашшӗ те пулса тӑрать. Пирӗн аттемӗр Авраам та ӳт кастаричченех ӗненнӗ.

Сӑмах парса шантарни ӗненӳ урлӑ пурнӑҫланать

13 Авраама тата унӑн йӑхне тӗнче еткерҫисем пулмашкӑн саккун урлӑ мар, ӗненсе тӳрре тухнӑшӑн сӑмах парса шантарнӑ. 14 Саккуна пӑхӑннипех еткер илме май пур пулсан, эппин ӗненӳ усӑсӑр, Турӑ Авраама сӑмах пани пустуй пулса тухать. 15 Саккун вара Турӑ тавӑрӑвне илсе килет: саккун ҫук пулсан, ӑна пӑсасси те ҫук. 16 Ҫапла ӗнтӗ, Хӑй шантарнине пурте илме пултарччӑр тесе, ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ ӑна ӗненӳшӗн пама пулнӑ. Ҫавӑнпа та Турӑ шантарни Авраам йӑхӗнчисемшӗн пуриншӗн те: саккуна тытса пыракансемшӗн кӑна мар, Авраам ӗненӗвне йышӑнакансемшӗн те. Авраам вара пирӗншӗн пуриншӗн те аттемӗр. 17 «Эпӗ сана нумай халӑхӑн ашшӗ туса хутӑм», – тенӗ Ҫырнинче. Авраам Турра ӗненнӗ, вӑл пирӗншӗн Турӑ умӗнчи аттемӗр пулса тӑнӑ. Турӑ вара вилнисене чӗртсе тӑратать, Унӑн ирӗкӗпе ӗнтӗ пулманни пур пулать. 18 Нимӗнле шанчӑк та ҫук ҫинчех Авраам Турра шанса ӗненнӗ, ҫавӑнпа та вӑл нумай халӑхӑн ашшӗ пулса тӑнӑ. «Санӑн йӑху ҫав тери йышлӑ пулӗ», – тесе каланӑ-ҫке-ха Турӑ ӑна. 19 Манӑн, ҫӗр ҫулалла ҫитнӗскерӗн, ӳт-кӗлеткем типнӗ ӗнтӗ, Саррӑн та варӗ типнӗ ӗнтӗ тесе шухӑшламан вӑл. Ҫав шухӑшпа ӗненӗвне хавшатман. 20 Авраам Турӑ шантарни пирки иккӗленмен, ӗненмесӗр тӑман, Турра мухтаса ҫирӗп ӗненнӗ. 21 Турӑ хӑватлӑ, сӑмах панине пурнӑҫлӗ тесе шанса тӑнӑ. 22 Ҫакна Турӑ тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ. 23 Тепӗр тесен, Ҫырнинче „тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ“ тени пӗр Авраам пирки кӑна мар, 24 пирӗн пирки те. Эпир Иисус Христос Хуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Турра ӗненетпӗр, ҫакна тӳрӗлӗх шутне кӗртӗҫ. 25 Христос пирӗн ҫылӑхсемшӗн вилнӗ, пире Турӑ умӗнче тӳрре кӑлармашкӑн чӗрӗлсе тӑнӑ.

5

Турӑ юратулӑхӗ – пирӗн шанчӑк никӗсӗ

1 Ҫапла ӗнтӗ, ӗненӳпе тӳрре тухсан эпир Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ Турӑпа ҫураҫу тупатпӑр. 2 Ӗненӗве пула эпир Иисус урлӑ ырӑлӑх илтӗмӗр, ҫав ырӑлӑхпа пурӑнатпӑр; Турӑ мухтавне те илес шанчӑк пурришӗн савӑнатпӑр. 3 Уншӑн кӑна мар, хамӑра хӗсӗрлесе хӗн-хур кӑтартнӑшӑн та савӑнатпӑр. Мӗншӗн тесен эпир ҫакна пӗлетпӗр: хӗн-хур пире тӳсӗмлӗ тӑвать, 4 тӳсӗмлӗх пирӗн кӑмӑла ҫирӗплетет, ҫирӗплӗхрен шанчӑк ҫуралать. 5 Шанчӑк вара улталамасть, мӗншӗн тесен пирӗн чӗремӗрсем хамӑра панӑ Святой Сывлӑш урлӑ Турӑ юратулӑхӗпе тулнӑ. 6 Эпир халсӑр чухне Христос пирӗншӗн, Турра хисеплемен ҫынсемшӗн, палӑртса хунӑ вӑхӑтра вилнӗ. 7 Тӳрӗ пурӑнаканшӑн хӑйӗн пурӑнӑҫне камах парӗ? Чӑн та, хӑйне ырӑ тӑваканшӑн, тен, кам та пулин вилме те пултарӗ. 8 Христос вара пирӗншӗн эпир ҫылӑхлӑ чухнех вилнӗ. Ҫапла майпа Турӑ пире Хӑй епле юратнине кӑтартса панӑ. 9 Ҫавӑнпа халӗ Вӑл пире, Хӑйӗн Юнӗпе тӳрре кӑларнӑскерсене, Турӑ ҫиллинчен ҫӑлса хӑваратех. 10 Ӗлӗкрех эпир Турӑпа хирӗҫсе пурӑннӑ. Пирӗнпе килӗштерес тесе Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне вилӗме панӑ. Халӗ вара, килӗшӳлӗх тупнӑ хыҫҫӑн, Вӑл пире Хӑйӗн Ывӑлӗн чӗрӗлӗхӗпе ҫӑлса хӑваратех. 11 Ку анчах мар-ха. Иисус Христос Хуҫамӑр пире халӗ Турӑпа ҫураҫтарнӑ. Ҫавӑнпа та, Иисуса пула, эпир Турӑпа мухтанатпӑр.

Адам тата Христос

12 Ҫапла вара, пӗр ҫын урлӑ тӗнчене ҫылӑх килнӗ, ҫылӑхпа пӗрле – вилӗм. Пӗр ҫынна пула пурте вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесен пурте ҫылӑха кӗнӗ. 13 Тӗнчере ҫылӑх Моисей саккунӗчченех пулнӑ. Анчах та саккун ҫук чухне ҫылӑх шута кӗмест. 14 Вилӗм вара Адамран пуҫласа Моисейчченех хуҫаланнӑ. Адам пек ҫылӑха кӗменнисене те вилӗм шеллемен. Адам – пуласлӑхра Килессин сӑнарӗ. 15 Анчах та Адам ҫылӑха кӗнине Турӑ ырӑлӑхӗ панипе танлаштарма та ҫук. Мӗншӗн тесен пӗри ҫылӑха кӗни этемлӗхе вилмелле тунӑ. Турӑ Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе пӗр Ҫын ырӑлӑхӗ урлӑ, Иисус Христос урлӑ, пани вара – этемлӗхе ҫӑлмашкӑн та ытлашшипех. 16 Турӑ панине пӗр ҫын ҫылӑхӗпе танлаштарма ҫук. Пӗрин ҫылӑхӗ суд тата айӑплав патне илсе пырать, Турӑ ырӑлӑх пани вара нумай ҫылӑхран хӑтарать. 17 Пӗр ҫын ҫылӑхӗ урлӑ вилӗм хуҫаланнӑ пулсан, Туррӑн тулли ырӑлӑхне тата тӳрӗлӗхне илекен ҫынсем пӗр Ҫын урлӑ, Иисус Христос урлӑ, пурӑнӑҫра епле чаплӑрах хуҫаланӗҫ! 18 Пӗри ҫылӑх тунӑшӑн пурте айӑпа юлнӑ пулсан, пӗри тӳрӗ ӗҫ тунӑшӑн та пурӑнмашкӑн пурте тӳрре тухӗҫ. 19 Ҫапла вара, пӗр ҫын пӑхӑнманшӑн нумайӑшӗ ҫылӑхлӑ пулсан, пӗр ҫын пӑхӑннӑшӑн та нумайӑшӗ тӳрӗлӗхлӗ пулӗҫ. 20 Саккун каярахпа килнӗ, ҫавна пула ҫылӑх нумайланнӑ. Ҫылӑх нумайлансан вара Турӑ ырӑлӑхӗ татах нумайланнӑ. 21 Ҫылӑх, вилӗм кӳрсе, хуҫаланнӑ. Ҫавнашкалах ырӑлӑх та, тӳрӗлӗх кӳрсе, хуҫаланӗ, Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ.

6

Ҫылӑхшӑн эпир – вилӗ

1 Мӗн калар-ха эппин? Ырӑлӑх нумайлантӑр тесен пирӗн ӗлӗкхиллех ҫылӑха кӗрсе пурӑнмалла-и? Апла мар, паллах. 2 Ҫылӑхшӑн эпир вилӗ: епле тата пирӗн ҫылӑха кӗрсе пурӑнас? 3 Ҫакна та пӗлейместӗр-и? Эпир пурте Христоспа пӗр пулас тесе тӗне кӗнӗ, эппин Унпа пӗрлех хӗрес ҫинче пӑталаннӑ. 4 Ашшӗн мухтавлӑ хӑвачӗпе Христос епле вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, пирӗн те ҫапла чӗрӗлсе ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫпа пурӑнмалла. Ҫавӑнпа та эпир, тӗне кӗрсе, Христоспа пӗрле вилнӗ, пире Христоспа пӗрле пытарнӑ. 5 Эпир Унпа вилӗмӗнче пӗр пултӑмӑр пулсан, Унӑн чӗрӗлӗвӗнче те пӗр пулӑпӑр. 6 Ҫылӑхлӑ ӳтӗмӗре пӑрахӑҫлас тесе, хамӑрӑн текех ҫылӑх чурисем пулас марччӗ тесе, пирӗнти кивӗ ҫын Унпа пӗрле пӑталаннине эпир пӗлетпӗр. 7 Мӗншӗн тесен вилни ҫылӑха кӗресрен хӑтӑлнӑ ӗнтӗ. 8 Енчен те эпир Христоспа пӗрле вилнӗ пулсан, Унпа пӗрле чӗрӗлӗхлӗ пуласса та ӗненетпӗр. 9 Эпир пӗлетпӗр: вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Христос урӑх вилмест. Вилӗм Унпа текех пуҫ пулаймасть. 10 Вилессе Вӑл, ҫылӑх тыткӑнне пӗтерсе, пӗрре вилнӗ. Пурӑнасса вара Турӑшӑн пурӑнать. 11 Эсир те ҫаплах, Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗр пулса, хӑвӑра ҫылӑхшӑн – вилӗ, Турӑшӑн – чӗрӗ тесе шутлӑр.

12 Ҫылӑхлӑ кӑмӑл чури пулас мар тесен, ҫылӑха хӑвӑрпа хуҫаланма ан парӑр. 13 Сирӗн ӳт-пӗвӗрӗн нихӑш пайӗ те ҫылӑх аллинчи йӗркесӗрлӗх хатӗрӗ ан пултӑр. Ун вырӑнне, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем пек пулса, хӑвӑра Турӑ аллине парӑр. Сирӗн ӳт-пӗвӗн пур пайӗ те вара тӳрӗлӗх хатӗрӗ пултӑр. 14 Ҫылӑх сирӗнпе тек нихҫан та хуҫаланма ан пултартӑр, мӗншӗн тесен эсир ӗнтӗ саккун аллинче мар, Турӑ ырӑлӑхӗн аллинче.

Тӳрӗлӗх чурисем

15 Мӗн тумалла-ха? Эпир саккун аллинче мар, Турӑ ырӑлӑхӗн аллинче тесе, ҫылӑха кӗрсе пурӑнмалла-и? Паллах, апла мар. 16 Эсир пӗлместӗр-им? Камӑн чури пулса пӑхӑнма килӗшетӗр – ҫавӑн чури пулатӑр та, ҫавна пӑхӑнатӑр: е вилмешкӗн ҫылӑх чури пулатӑр, е тӳрре тухмашкӑн Турра пӑхӑнатӑр. 17 Тавах Турра! Эсир ӗлӗкрех ҫылӑх чурисем пулнӑ пулин те, халӗ хӑвӑр йышӑннӑ вӗрентӗве пӗтӗм чун-чӗререн парӑнтӑр. 18 Ҫылӑхран хӑтӑлса тӳрӗлӗх чури пулса тӑтӑр. 19 Ӑнланмалла пултӑр тесе ҫакна эпӗ сире уҫӑмлӑрах каласшӑн. Ӗлӗкрех эсир ӳт-пӗвӗр пайӗсене ирсӗрлӗх тата йӗркесӗрлӗх чуралӑхне усал ӗҫсем тумашкӑн панӑ. Ҫавнашкалах халӗ вӗсене тӳрӗлӗх чуралӑхне таса ӗҫсем тума парӑр. 20 Мӗншӗн тесен эсир ҫылӑх чурисем пулнӑ чухне сирте тӳрӗлӗх пулман. 21 Ун чухнехи ӗҫӗрсем мӗн пачӗҫ-ха сире? Халӗ вӗсенчен хӑвӑр та вӑтанатӑр ӗнтӗ. Вӗсем вилӗмпе кӑна вӗҫленеҫҫӗ. 22 Анчах та халӗ, эсир ҫылӑхран хӑтӑлса Турӑ чурисем пулса тӑрсассӑн, ырӑ ӗҫӗрсем сире сӑваплӑх параҫҫӗ, ҫав ӗҫсемпе эсир ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулӑр. 23 Мӗншӗн тесен ҫылӑхшӑн вилӗмпе тӳлес пулать, Иисус Христосри, хамӑр Хуҫамӑрти ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вара – Турӑ парни.

7

Мӑшӑрланупа танлаштарни

1 Эй, тӑванӑмсем! Этем чӗрӗ чухне кӑна саккун унпа пуҫ пулнине пӗлместӗр-им? Ҫакна эпӗ саккуна пӗлекенсене калатӑп. 2 Тӗслӗхрен, качча кайнӑ хӗрарӑма упӑшкапа пурӑнасси ҫинчен калакан саккун упӑшки ҫумне ҫыхать. Упӑшки вилсессӗн вара хӗрарӑм ҫав саккунран ирӗклӗ. 3 Ҫавӑнпа та, упӑшки чӗрӗ чухнех хӗрарӑм урӑххине качча тухсан, ӑна мӑшӑрне улталакан теҫҫӗ. Анчах та упӑшки вилсессӗн хӗрарӑм ҫав саккунран ирӗклӗ. Тепӗр арҫынна качча кайсан та вӑл мӑшӑрне улталакан шутланмасть. 4 Эй, тӑванӑмсем! Эсир те ҫавнашкалах: хӗрес ҫинче пӑталаса вӗлернӗ Христос ӳчӗпе пӗрле саккуншӑн вилӗ шутланатӑр. Халӗ вара эсир Турра усӑ кӳмешкӗн вилӗмрен Чӗрӗлнин пулатӑр. 5 Ӗлӗк, ӳт-пӳшӗн пурӑннӑ чухне, пирӗнпе ҫылӑхлӑ кӑмӑл хуҫаланнӑ, пирӗн саккун хушманнине тӑвас килнӗ. Ҫапла вара, саккун ҫылӑх шутне кӗртнӗ шухӑш-туйӑм пире вилӗм патне илсе кайнӑ. 6 Анчах та халӗ, хамӑра ҫыхса тӑракан саккуншӑн вилӗ чухне, эпир саккун хушнисенчен ирӗклӗ. Халӗ ӗнтӗ эпир саккунри кивӗ сас паллисем хыҫҫӑн кайса мар, ҫӗнелнӗ чун хавалӗпе Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑнатпӑр.

Ӑшри ҫылӑх

7 Мӗн калар-ха эппин? Саккун хӑй ҫылӑхлӑ-шим? Паллах, апла мар. Анчах та эпӗ саккуна пӗлмен пулсассӑн ҫылӑх мӗнне те пӗлмен пулӑттӑм. Саккун «ан хапсӑн» темен пулсан, эпӗ хапсӑнни мӗн иккенне те пӗлмен пулӑттӑм. 8 Анчах та ҫылӑх, пил-хушупа сӑлтавласах, манра юраманнине тӑвас кӑмӑл ҫуратрӗ. Саккун пулмасан ҫылӑх та вилӗ пулӗччӗ. 9 Тахҫан эпӗ саккун мӗнне пӗлмесӗрех пурӑнаттӑм, анчах та пил-хушусене пӗлсессӗн ҫылӑх чӗрӗлчӗ, 10 эпӗ вара вилтӗм. Ӗнтӗ чӗрӗлӗхшӗн панӑ пил-хушу мана вилӗмлӗхе пулчӗ. 11 Мӗншӗн тесен ҫылӑх, пил-хушупа сӑлтавласах, мана илӗртсе улталарӗ, мана пил-хушу пулӑшнипех вӗлерчӗ. 12 Ҫапла ӗнтӗ саккун таса, пил-хушусем те таса, тӳрӗлӗхлӗ, ырӑ.

13 Ырри мана вилӗм кӳчӗ пулать-шим вара? Паллах, апла мар. Ҫылӑх ҫавӑнпа та ҫылӑх ӗнтӗ, вӑл ыррипе усӑ курсах мана вилӗм патне илсе пырать. Ҫапла вара, пил-хушусене пула ҫылӑх виҫесӗр япӑххи курӑнать. 14 Эпир пӗлетпӗр: саккун – чун-чӗм валли, эпӗ вара, ӳт-пӳллӗскер, ҫылӑх чури. 15 Мӗншӗн тесен хам мӗн тунине хам та пӗлместӗп: мӗн тӑвас тенине мар, килӗштерменнине тӑватӑп. 16 Енчен те эпӗ хам тӑвас килменнине тӑватӑп пулсан, эппин саккун ырӑ пулнине йышӑнатӑп. 17 Чӑннипе вара, усаллине эпӗ тумастӑп, ӑна ӑшри ҫылӑх тутарать. 18 Ман ӑшӑмра, ман ӳт-пӗвӗмре ырри пурӑнманнине эпӗ пӗлетӗп. Мӗншӗн тесен манра ырӑ тӑвас килни пур, анчах та эпӗ ырӑ тӑваймастӑп. 19 Хам тӑвас тенӗ ыррине тӑваймастӑп, хам тӑвас темен усаллине вара тӑватӑп. 20 Енчен те хам тӑвас теменнине тӑватӑп пулсан, эппин ӑна эпӗ мар, ӑшӑмри ҫылӑх тӑвать. 21 Эпӗ хам ӑшӑмра ҫакӑн пек йӗрке пуррине асӑрхарӑм: ырӑ тӑвас тенӗ чухне усал сиксе тухать. 22 Чунӑмпа эпӗ Турӑ йӗркине хапӑлласа йышӑнатӑп, 23 анчах та ӳт-пӗвӗмре урӑх йӗрке пуррине куратӑп. Ӳт-пӳ йӗрки вара ӑс-хакӑл йӗркипе хирӗҫӗве кӗрет, ҫав ӳт-пӳ йӗрки мана ҫылӑх тыткӑнне илет, ӳт-пӗвӗм ӑнах пӑхӑнса тӑрать. 24 Мӗскӗн те иккен эпӗ! Ҫак вилӗмлӗ ӳт-пӗвӗмрен мана кам хӑтарӗ? 25 Турӑ хӑтарать! Иисус Христос урлӑ, хамӑр Хуҫамӑр урлӑ, эпӗ Турра тав тӑватӑп. Ҫапла вара, эпӗ, пӗр ҫынах, ӑс-хакӑлӑмпа Турӑ йӗркине пӑхӑнатӑп, ӳт-пӗвӗмпе – ҫылӑх йӗркине.

8

Сывлӑш хушнипе пурӑнасси

1 Ҫапла вара, Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнакансене халӗ нимӗнле айӑплав та пулас ҫук. 2 Христоспа пӗрлӗхлӗ туса, чӗрӗлӗх кӳрекен Сывлӑш хӑвачӗ мана ҫылӑхпа вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтарчӗ. 3 Хавшак этеме пула вӑйне ҫухатнӑ саккун тӑвайманнине Турӑ турӗ. Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне, этем ҫылӑхӗшӗн Турра парнелӗхе кӳмешкӗн ҫылӑхлӑ ҫын евӗрлӗ пултарса, ҫӗр ҫине янӑ. Турӑ ҫапла этемри ҫылӑха айӑплав хунӑ. 4 Ҫапла Вӑл пире, ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнакансене, саккун ыйтнӑ пек тӳрӗ пурӑнччӑр тесе тунӑ. 5 Мӗншӗн тесен ӳт-пӳшӗн пурӑнакансем ҫылӑхлӑ кӑмӑлне тултарасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ, Сывлӑшшӑн пурӑнакансем вара Сывлӑш ыйтнине тивӗҫтересшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. 6 Ӳт-пӳ туртни – вилӗм, Сывлӑш ыйтни – чӗрӗлӗхпе канӑҫлӑх. 7 Ӳт-пӳ туртни хыҫҫӑн кайни вӑл Турра хирӗҫ кайниех. Унашкаллисем Турӑ йӗркине пӑхӑнмаҫҫӗ, пӑхӑнма та пултараймаҫҫӗ. 8 Ҫавӑнпа та ӳт-пӳшӗн пурӑнакансем Турра юрӑхлӑ пулаймаҫҫӗ. 9 Сирӗнте Турӑ Сывлӑшӗ пур пулсан, эсир вара ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнатӑр. Анчах та камра Христос Сывлӑшӗ ҫук, ҫавӑ Христосӑн мар. 10 Христос сирӗнте пулсассӑн, ӳт-пӳ ҫылӑхшӑн вилӗ, чун-чӗм вара тӳрӗлӗхшӗн чӗрӗ пулать. 11 Сирӗнте Иисуса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӑн Сывлӑшӗ пур пулсан, эппин Христоса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӗ сирӗн ӑшри Хӑйӗн Сывлӑшӗпе вилӗмлӗ ӳт-пӗвӗре те чӗрӗ тӑвӗ.

12 Ҫапла вара, тӑванӑмсем, ӳт-пӳшӗн пурӑнмашкӑн эпир ӳт-пӗве парӑмлӑ мар. 13 Мӗншӗн тесен ӳт-пӳшӗн пурӑнатӑр пулсан – вилетӗр. Енчен те Сывлӑш пулӑшнипе ӳт-пӳ илӗртӗвӗ хыҫҫӑн каймастӑр пулсан – чӗрӗ пулатӑр. 14 Кам Турӑ Сывлӑшӗ ертсе пынипе ҫӳрет, ҫав Турӑ ачи пулать. 15 Мӗншӗн тесен эсир чуралӑхӑн хӑратакан Сывлӑшне мар, хӑвӑра Турӑ ачи пултаракан Сывлӑша илнӗ. Ҫав Сывлӑша пула эпир Турра: «Авва, Аттемӗр!» – тесе йӑлӑнатпӑр. 16 Эпир Турӑ ачисем пулнине пирӗн чун-чӗме ҫав Сывлӑш ҫирӗплетсе пӗлтерет. 17 Енчен те эпир Турӑ ачисем пулсассӑн, эппин Христос пекех Туррӑн еткерне илме тивӗҫлисем пулатпӑр. Унӑн мухтавне те пӗрлех пайламашкӑн вара пирӗн Христос асапӗсене те Унпа пӗрле тӳссе ирттермелле.

Хамӑра тивӗҫес мухтав

18 Хамӑр умра уҫӑлас мухтавпа танлаштарсан, хальхи вӑхӑтлӑх асапсем ним тӗшне те тӑмаҫҫӗ тесе шухӑшлатӑп эпӗ. 19 Мӗншӗн тесен Турӑ пултарнӑ тӗнче Турӑ ачисем уҫҫӑн палӑрасса чӑтӑмсӑр кӗтет. 20 Турӑ пултарнӑ тӗнче тӗлсӗрлӗхе хӑй ирӗкӗпе пӑхӑнман, ӑна пӑхӑнтарнӑ Турӑ ирӗкӗ ҫапла пулнӑ. Анчах та Турӑ пултарнин вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтӑлас, мухтава тата ирӗке Турӑ ачисемпе пӗрле пайлас шанчӑк пур. 22 Турӑ пултарнӑ пӗтӗм тӗнче халичченех ахлатса асапланнине эпир пӗлетпӗр. 23 Тӗнче кӑна мар, эпир те, Святой Сывлӑшӑн малтанхи ҫимӗҫне илнӗскерсем, хамӑр ӑшра ахлататпӑр. Турӑ пире ывӑллӑха илессе, ӳт-пӗвӗмӗре ҫылӑх тыткӑнӗнчен хӑтарасса кӗтетпӗр, – 24 ҫакӑ пире ҫӑлӑнӑҫ паракан шанчӑк. Анчах та шанни ҫитсессӗн, курӑнакан пулсассӑн, вӑл шанчӑк пулма пӑрахать. Куҫ умӗнче пуррине кам-ха шанчӑк теейтӗр? 25 Эпир куҫ умӗнче ҫуккине шанатпӑр, ӑна тӳсӗмлӗн кӗтетпӗр.

26 Эпир халсӑр пулин те, Сывлӑш пире ҫирӗплӗх парсах тӑрать. Мӗншӗн тесен эпир Турра кирлӗ пек кӗлтума та пӗлместпӗр. Пирӗншӗн Сывлӑш Хӑй, этем чӗлхинчи сӑмахпа калама май ҫуккине каласа, кӗлтуса хута кӗрет. 27 Чӗремӗрсене тӗрӗслекен Турӑ вара Сывлӑш мӗн каласса пӗлет. Мӗншӗн тесен Сывлӑш, Турӑ ирӗкӗпе, ӗненекенсен хутне кӗрет. 28 Тата эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: Турра юратакансене, Турӑ ирӗкӗпе чӗнсе илнисене кирек мӗн те ырри патне илсе пырать. 29 Турӑ вӗсене ҫураличчен малтанах пӗлнӗ, Хӑйӗн Ывӑлӗ евӗрлӗ пулмашкӑн та малтанах палӑртса хунӑ. Ывӑллӑха илнӗ ӗненекен нумай-нумай ҫын хушшинче Хӑйӗн Ывӑлӗ малтанхи пултӑр тенӗ. 30 Малтанах палӑртса хунисене Вӑл чӗнсе илнӗ. Чӗнсе илнисене Вӑл тӳрре кӑларнӑ. Тӳрре кӑларнисене вара мухтава та кӑларнӑ.

Турӑ пире майлӑ

31 Ҫакӑн пирки тата мӗн калама пулать-ха? Турӑ пире майлӑ пулсан пире хирӗҫ кам тӑрайӗ? 32 Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн пуриншӗн те хӗрхенмесӗрех асап аллине панӑ пулсан, Унпа пӗрле пире пӗтӗмпех памӗ-и вара? 33 Турӑ суйласа илнисене кам айӑплама пултарайӗ? Никам та. Вӗсене Турӑ тӳрре кӑларать. 34 Турӑ суйласа илнисене кам суд тума пултарайӗ? Никам та. Христос Иисус вилнӗ кӑна мар, чӗрӗлнӗ те. Вӑл Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ, Вӑл пирӗн хута кӗрет. 35 Турӑ юратулӑхӗнчен пире мӗн уйӑрайӗ? Хуйхӑ-и, инкек-и, хӗсӗрлев-и, выҫлӑх-и, сивӗ-и, хӑрушлӑх-и, хӗҫ-и? Ҫырнинче ҫапла каланӑ: 36 «Пире Саншӑн кулленех вӗлереҫҫӗ, пире пусас сурӑхсем вырӑнне хураҫҫӗ». 37 Анчах та хамӑра Юратаканни вӑй парса тӑнӑран эпир ҫак йывӑрлӑхсене пурне те ҫӗнтеретпӗр. 38 Эпӗ ҫакна ҫирӗппӗн шанатӑп: вилӗм те, пурӑнӑҫ та, ангелсем те, ҫӳлти сывлӑшсемпе хӑватсем те, хальхи те, пуласси те, 39 ҫӳлти тӗнче те, аялти тӗнче те, пӗтӗм ҫут тӗнчере мӗн пурри те пире Христос Иисус урлӑ, хамӑр Хуҫамӑр урлӑ, килекен Турӑ юратулӑхӗнчен уйӑраяс ҫук.

9

Турӑ Израиле суйласа илнӗ

1 Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса чӑн калатӑп, суймастӑп. Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ таса чунӑм та ҫакна ҫирӗплетсе пӗлтерет: 2 чӗрем пысӑк хуйхӑпа, чарӑнми асаппа тулчӗ. 3 Хампа пӗр йӑхри тӑвансемшӗн, Израиль халӑхӗшӗн, эпӗ хама Христосран уйӑрттарма та хатӗр. Израиль ҫыннисене Турӑ ывӑллӑха илнӗ, Хӑйӗн мухтавне вӗсене панӑ, вӗсене халал панӑ. Вӗсен саккун та, Турра кӗлтӑвас йӗрке те, Турӑ шантарса сӑмах пани те пур. 5 Израиль ӑрӑвӗнченех паллӑ мӑн асаттемӗрсем тухнӑ. Ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ Христос та ҫуралнӑ тӑрӑх вӗсен хушшинченех. Вӑл – аслӑран та аслӑ Турӑ. Аминь.

6 Израиль ҫыннисем хӑйсене ҫапла тыткаланишӗн Турӑ сӑмах пани пурнӑҫланмарӗ теме ҫук. Мӗншӗн тесен Израильтен ҫуралнисем пурте Израиль ҫыннисем мар-ха. 7 Авраам йӑхӗнчен тухнисем те пурте Авраам ачисем мар-ха. Ҫырнинче ҫапла каланӑ-ҫке: «Исаакран ҫуралнисене санӑн тӑхӑму тейӗҫ». 8 Урӑхла каласан, ҫуралнӑ тӑрӑх кӑна Израиль ҫынни шутланакан кашни ҫынах Турӑ ачи мар. Турӑ сӑмах панипе ҫуралнисем кӑна Турӑ ачисем пулаҫҫӗ. 9 Турӑ ҫапла сӑмах панӑ пулнӑ: «Палӑртнӑ вӑхӑтра Эпӗ сан патна килӗп, ун чухне Саррӑн ывӑл ача пулӗ». 10 Ку ҫеҫ те мар-ха. Ревеккӑн та йӗкӗреш ывӑл ҫие юлнӑ, вӗсен ашшӗ мӑн асаттемӗр Исаак пулнӑ. 11 Вара йӗкӗрешсем ҫураличченех, ырӑ е усал тума ӗлкӗричченех Турӑ Ревеккӑна: «Асли кӗҫӗннине пӑхӑнса тӑрӗ», – тенӗ. Ҫапла ӗнтӗ Турӑ ачасене ӳссессӗн тӑвас ӗҫӗсене кура мар, Хӑй суйласа илнӗ. Унӑн, Чӗнекенӗн, ирӗкӗ ҫапла пулнӑ. 13 Ҫырнинче ун пирки: «Эпӗ Иакова килӗштертӗм, Исава килӗштермерӗм», – тенӗ.

14 Халӗ мӗнех калар-ха? Турӑ тӳрӗ мар-шим? Апла мар, паллах. 15 «Кама каҫармаллине – каҫарӑп, кама хӗрхенмеллине – хӗрхенӗп», – тенӗ пулнӑ Турӑ Моисея. 16 Ҫапла вара каҫару этем кӑмӑлӗнчен те, этем тӑрӑшнинчен те мар, каҫаракан Турӑран килет. 17 Ҫырнинче Турӑ Египет патшине ҫапла каланӑ: «Сан урлӑ Хамӑн вӑй-хӑватӑма кӑтартмашкӑн, пӗтӗм ҫӗр ҫинче Хамӑн ятӑма пӗлтермешкӗн Эпӗ сана патшана лартрӑм». 18 Ҫапла вара Турӑ Хӑй кама каҫарас тет, ҫавна каҫарать; камӑн кӑмӑлне хытарас тет, ҫавӑн кӑмӑлне хытарать.

Турӑ ҫиллипе хӗрхенӗвӗ

19 «Апла пулсассӑн мӗншӗн-ха Турӑ пире айӑплать? Унӑн ирӗкне кам хирӗҫлеме пултарӗ?» – тейӗн эсӗ мана. 20 Эсӗ, этем, Турӑпа тавлашмашкӑн камах вара? Тӑм чӳлмек чӳлмекҫӗне: «Эсӗ мана мӗншӗн ҫапла ӑсталарӑн?» – тесе ӳпкелешӗ-и? 21 Пӗр тӑмранах паха савӑт-сапа е ахаль куршак тӑвасси чӳлмекҫӗн ирӗкӗ мар-и вара? 22 Тен, Хӑйӗн ҫиллине тата Хӑйӗн хӑватне кӑтартас тесе, Турӑ ҫылӑхлӑ ҫынсене – пӗтме пӳрнӗ ҫилӗ чӳлмекӗсене – пысӑк тӳсӗмлӗхпе хӗрхенсе пурӑннӑ? 23 Тен, ҫакна Вӑл тӳрӗ ҫынсене – мухтава тивӗҫес хӗрхенӳ чӳлмекӗсене – Хӑйӗн мухтавӗн аслӑлӑхне пӗр вӑхӑтрах кӑтартас тесе тунӑ? 24 Ҫав хӗрхенӳ чӳлмекӗсем – эпир. Турӑ пире иудейсем хушшинчен кӑна мар, урӑх халӑхсем хушшинчен те суйласа илнӗ. 25 Ҫырнинчи Осия кӗнекинче ҫапла каланӑ: «Хамӑн мар халӑха Хамӑн халӑхӑм тейӗп, савманнине савнӑ тейӗп». 26 «Турӑ вӗсене: „Эсир Манӑн халӑхӑм мар“, – тенӗ вырӑнтах вӗсене: „Эсир – чӗрӗ Турӑ ачисем“, – тейӗҫ». 27 Исаия пророк тата Израиль ҫинчен ҫапла калать: «Израиль ывӑлӗсен шучӗ тинӗс тӗпӗнчи хӑйӑр пӗрчисем чухлӗ пулсассӑн та, ҫӑлӑнса юлаканӗсем йышлӑн пулмӗҫ. 28 Мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑн ҫӗр ҫинчи Сучӗ тӗрӗс те хӑвӑрт пулса иртӗ». 29 Исаия пророк ун ҫинчен малтанах ҫапла каланӑ: «Саваоф Хуҫа Турӑ Авраам йӑхӗнчи ҫынсенчен сӑваплисене упраса хӑварман пулсан, пире Содомпа Гоморрӑра пурӑннисен шӑпи кӗтнӗ пулӗччӗ».

Израиль тата Ырӑ Хыпар

30 Халӗ мӗнех калар-ха? Тӳрре тухас темен урӑх халӑхсем тӳрӗлӗх илчӗҫ, Турра ӗненнӗрен тӳрре тухрӗҫ. 31 Саккуна пӑхӑнса тӳрре тухас тенӗ Израиль халӑхӗ вара тӳрре тухаймарӗ. 32 Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Израиль халӑхӗ ӗненнипе мар, саккуна тытса пынипе тӳрре тухасшӑн пулнӑ. Ҫапла вара вӑл „такӑнтаракан чулран“ такӑннӑ. 33 Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Акӑ, эпӗ Сионра такӑнтарса ӳкерекен чул хуратӑп, вара ӗненменнисем такӑнса ӳкӗҫ. Анчах та Ӑна ӗненекен кирек кам та намӑса юлмӗ».

10

1 Эй, тӑванӑмсем! Эпӗ пӗтӗм чӗререн Израиль халӑхне ҫӑлӑнӑҫ сунса Турра кӗлтӑватӑп. 2 Эсир Турӑшӑн тӑрӑшатӑр, анчах та ҫакна шухӑшласа тумастӑр тесе эпӗ Израиль ҫыннисене ҫирӗплетсех калатӑп. 3 Турӑ ҫеҫ тӳрре кӑларасса ӑнланман пирки вӗсем хӑйсем тӳрре тухасшӑн, Туррӑн тӳрре кӑларас шухӑшне итлесшӗн мар. 4 Мӗншӗн тесен саккун Христоспа вӗҫленет: Турӑ кашни ӗненекенех тӳрре кӑларать.

Ҫӑлӑнасси ҫинчен

5 Саккунпа тӳрре тухасси ҫинчен Моисей ҫапла ҫырнӑ: «Саккун хушнисене пӗтӗмпех пурнӑҫлакан ҫын чӗрӗлӗхлӗ пулӗ». 6 Ӗненӳпе тӳрре тухасси ҫинчен вара Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр ӑшӑрта: „Тӳпене ҫӗкленме кам пултарӗ?“ – тесе ан ыйтӑр». Ку вӑл: „Ҫӑлакана ҫӗр ҫине антарма“ тениех пулать. 7 Е тата: «„Тӗпсӗрлӗхе анма кам пултарӗ?“ – ан тейӗр». Ку вӑл: „Ҫӑлакана вилӗмрен чӗртсе тӑратмашкӑн“ тениех пулать. 8 Ҫырнинче вара: «Турӑ сӑмахӗ санӑн ҫывӑхунтах, санӑн чӗлхӳ-ҫӑварунта, санӑн чӗрӳнте», – тенӗ. Ҫак сӑмах – эпир вӗрентекен ӗненӳ сӑмахӗ. 9 Енчен те эсӗ чӗлхӳ-ҫӑварупа Иисуса Хуҫамӑр тесе йышӑнатӑн пулсан, чӗрӳпе Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине ӗненетӗн пулсан – ҫӑлӑнӑн. 10 Мӗншӗн тесен тӳрре тухмашкӑн – чӗререн ӗненмелле, ҫӑлӑнмашкӑн – ӗненӳ ҫинчен чӗлхе-ҫӑварпа уҫҫӑн каламалла. 11 «Ӑна ӗненекен кирек кам та намӑса юлмӗ», – тенӗ Ҫырнинче. 12 Иудейсемпе ытти халӑхсем хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та ҫук. Мӗншӗн тесен пурин те пӗр Хуҫа Турӑ, Хӑйне тархаслакансемшӗн пуриншӗн те Вӑл ырӑлӑхлӑ. 13 «Хуҫа Турӑ ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнать», – тесе те каланӑ-ҫке.

14 Анчах та ху ӗненмен Турра епле тархаслас? Ху илтмен Турра епле ӗненес? Ӳкӗтлесе вӗрентекен пулмасан ӑҫтан илтеес? 15 Вӗсене ӳкӗтлесе вӗрентме никама та яман пулсан, вӗсене кам ӳкӗтлӗ? Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Канӑҫлӑх ҫинчен пӗлтерекенсен, ырри ҫинчен пӗлтерекенсен урисем епле чаплӑ!» 16 Анчах та Ырӑ Хыпара пуртех йышӑнмарӗҫ. Исаия пророк каланӑ пек: «Турӑҫӑм! Эпир каласа пӗлтернине камах ӗненчӗ?» 17 Ҫапла вара, ӗненес тесен, малтан Турӑ сӑмахне илтес пулать. 18 «Турӑ сӑмахне вӗсем илтмен-им?» – тесе ыйтатӑп эпӗ. Паллах, илтнӗ. Ҫырнинче каланӑ пек: «Вӗсен, вӗрентекенсен, сасси пӗтӗм тӗнчене сарӑлнӑ, вӗсен сӑмахӗ тӗнче хӗрринех ҫитнӗ». 19 «Ҫакна Израиль халӑхӗ пӗлмен-им?» – тесе ыйтатӑп татах. Ку ыйтӑва Моисеях Турӑ сӑмахӗсемпе хуравланӑ: «Халӑх тесех те калама ҫук халӑх урлӑ Эпӗ сирӗнте кӗвӗҫӳ ҫуратӑп, ҫав айван халӑх урлах Эпӗ сирӗнте вӗчӗхӳ ҫуратӑп». 20 «Мана Хама шыраманнисем тупрӗҫ; Мана Хам ҫинчен ыйтманнисем пӗлчӗҫ», – тенӗ Исаия пророк урлӑ Турӑ тӳррӗнех. 21 Израиль халӑхӗ пирки вара Вӑл ҫапла каланӑ: «Аллӑмсене ҫав итлемен, кутӑн халӑх енне тӑсса, Эпӗ яра куна кӑлӑхах кӗтрӗм».

11

Израилӗн ҫӑлӑнса юлас ҫыннисем

1 Тата ҫакна ыйтам-ха: «Турӑ Хӑйӗн халӑхне пӑрахнӑ пулать-и вара?» Паллах, апла мар. Эпӗ хам та Авраам йӑхӗнчи, Вениамин сыпӑкӗнчи Израиль ҫынни. 2 Турӑ Хӑй тӗнчене пултаричченех пӗлсе тӑнӑ Хӑйӗн халӑхне пӑрахман. Илия, Израиль халӑхне ӳпкелесе, Турра епле тархаслани ҫинчен Ҫырнинче мӗн каланине пӗлместӗр-им эсир? 3 «Турӑҫӑм! Санӑн пророкусене вӗлерчӗҫ, парнӳ вырӑнӗсене аркатрӗҫ, пӗр эпӗ кӑна тӑрса юлтӑм, манӑн чунӑма та шыраҫҫӗ», – тенӗ Илия. 4 Турӑ ӑна мӗн тесе хуравлать-ха? «Ваала пуҫҫапма килӗшмен ҫичӗ пин ҫынна Эпӗ Хам валли тасан упраса хӑвартӑм», – тет Вӑл. 5 Хальхи вӑхӑтра та ҫавнашкалах: Турӑ ырӑлӑхне пула, Турӑ суйласа илнине пула Израилӗн ҫӑлӑнса юлас ҫыннисем кӑна упранса юлнӑ. 6 Турӑ ырӑлӑхӗпе пулсассӑн, эппин, вӗсем ӗҫӗсене кура упранса юлман, унсӑрӑн Турӑ ырӑлӑхӗ ырӑлӑх та пулмӗччӗ. Ӗҫӗсене кура пулсан, ҫакӑ ырӑлӑх пулмӗччӗ, унсӑрӑн ӗҫ те ӗҫ мар . 7 Мӗн темелле-ха? Пӗтӗм Израиль халӑхӗ хӑй илме ӗмӗтленнине илеймерӗ, ӑна Турӑ суйланисем кӑна илме пултарчӗҫ. Ҫавна пула ыттисен чунӗсем хытнӑ. 8 Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ вӗсем ҫине туйми тӑвакан сывлӑш янӑ. Вӗсем паян кунчченех курми куҫлӑ, илтми хӑлхаллӑ». 9 Давид та ҫапла калать: «Вӗсен ӗҫки-ҫики вӗсемшӗн таната пултӑр, тавӑру мӑйкӑчи пултӑр. 10 Вӗсен куҫӗсем тӗттӗмленччӗр, курми пулччӑр, ҫылӑх кукӑртса лартнипе вӗсем нихӑҫан та тӳрленсе ан тӑрайччӑр».

Ытти халӑхсем ҫӑлӑнасси ҫинчен

11 Тата ҫакна ыйтам-ха: Израиль халӑхӗ тӑрайми ӳкмеллех такӑннӑ-шим? Паллах, апла мар. Иудейсем ӳкни урӑх халӑх ҫыннисене ҫӑлӑнӑҫ кӳрет, ҫакӑ вара иудейсене кӗвӗҫтерет, тӑрӑшма хистет. 12 Вӗсем ӳкни те тӗнчешӗн ырӑ пулсан, вӗсем ҫухатни те урӑх халӑхсене Турӑллӑ тӑвать пулсан, иудейсем Турӑ патне тавӑрӑнни мӗнле тулли ырӑлӑх пулӗччӗ!

13 Эй, ытти халӑх ҫыннисем! Халӗ вара сире калатӑп. Эпӗ ытти халӑхсен апостолӗ пулнӑ май хама пӳрнӗ ӗҫпе мухтанатӑп. 14 Ҫав хушӑрах тата сирӗн ӗненӗвӗре курнипе тӑван халӑхӑм ҫыннисем тӑрӑшма пуҫлаччӑр тетӗп. Тен, ҫапла майпа вӗсенчен хӑшне-пӗрне ҫӑлса хӑварайӑп? 15 Вӗсем Турӑран пӑрӑнни пӗтӗм тӗнчене Турӑпа ҫураҫтарчӗ пулсан, вӗсем Турӑ патне тавӑрӑнсан мӗн пулӗ? Ку – вилӗмрен чӗрӗлсе тӑниех пулать. 16 Кӑвас тӗпӗ таса пулсан, чусти те таса. Тымарӗсем таса пулсан, турачӗсем те таса. 17 Енчен те хӑш-пӗр хуҫӑлнӑ туратсем вырӑнне сана та, вӑрман оливӗн турачӗ, сыпнӑ пулсан, сад оливӗн тымарӗ-сӗткенӗпе пӗрлешрӗн пулсан, 18 ытти туратсем умӗнче пуҫна ан каҫӑрт. Пуҫна каҫӑртсан ҫакна асту: тымарсене эсӗ чӗрӗлӗх памастӑн, вӗсем сана чӗрӗлӗх параҫҫӗ. 19 «Туратсене мана сыпмашкӑн хуҫнӑ», – тейӗн эсӗ. 20 Юрӗ. Вӗсене ӗненмен пирки хуҫнӑ, эсӗ вара вӗсен вырӑнӗнче ӗненӗве пула тытӑнса тӑратӑн. Ҫавӑнпа пуҫна ан каҫӑрт, хӑра. 21 Енчен те Турӑ йывӑҫӑн чӑн турачӗсене хӗрхенмен пулсан, сана хӗрхенӗ тетӗн-и? 22 Ҫапла вара Турӑ ырӑ та, ҫирӗп те пулнине хӑвах куратӑн. Хуҫӑлса ӳкнисемшӗн Вӑл ҫирӗп. Унӑн ырӑлӑхне шанатӑн пулсан, саншӑн Вӑл ырӑ. Шанмастӑн пулсан, сана та касса пӑрахӗҫ. 23 Ӗненсе пурӑнсан, хуҫӑлса ӳкнисем те сад оливӗ ҫумне сыпӑнма пултарӗҫ, мӗншӗн тесен Туррӑн вӗсене каялла сыпмашкӑн хӑват пур. 24 Мӗншӗн тесен эсӗ, вӑрман оливӗнчен каснӑ турат, ҫут ҫанталӑк йӗркине пӑхмасӑрах сад оливӗ ҫумне сыпӑннӑ пулсан, ҫак пӗр тӗпри туратсем хӑйсен йывӑҫҫи ҫумне ҫӑмӑллӑнах сыпӑнӗҫ.

Израиль ҫӗнелесси

25 Эй, тӑвансем! Хӑвӑр пирки мӑнна хурса шухӑшласран эпӗ сире ҫак вӑрттӑнлӑха уҫса парасшӑн. Израиль халӑхӗ кутӑнлашса пурӑнасси яланлӑха мар, вӑхӑтлӑха кӑна. Чӑн Турра пӗлекен пулнӑ ытти халӑхсен шучӗ кирлӗ виҫене ҫитиччен ҫеҫ ҫапла пулӗ. 26 Ун чухне пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫӑлӑнӑҫ тупӗ. Ҫырнинче каланӑ пек: «Иаков йӑхӗнчисен йӗркесӗрлӗхне пӗтерме Сионран Хӑтаракан килмелле. 27 Эпӗ вӗсене ҫылӑхран хӑтарӑп, ҫакӑ халал пани пулӗ». 28 Эсир Ырӑ Хыпара йышӑннӑран иудейсем ӑна йышӑнмаҫҫӗ, Турра хирӗҫ каяҫҫӗ. Анчах та Турӑ вӗсене суйласа илнӗ, мӑн аслашшӗсене пула юратать. 29 Мӗншӗн тесен Турӑ панине тата чӗнсе илнине туртса илме ҫук. 30 Ӗлӗкрех эсир те Турра итлеместӗрччӗ. Халӗ вара иудейсем итлемен пирки Турӑ сире каҫарнӑ. 31 Сире каҫарнӑран иудейсем халӗ Турра итлемеҫҫӗ те ӗнтӗ. Турӑ вӗсене те каҫарӗ. 32 Турӑ, пурне те каҫарас тесе, пурне те итлеменлӗх витӗр кӑларать.

33 Турӑ ырӑлӑхӗн, ӑслӑлӑхӗн, пӗлӗвӗн виҫи ҫук! Турӑ шухӑшне пӗлме ҫук, Унӑн ҫулне йӗрлесе тупма ҫук! 34 Хуҫа Турӑ ӑс-хакӑлне пӗлекенӗ пур-и? Ӑна канаш пама пултараканӗ пур-и? 35 Кам та пулин Турра тавӑрса памалла кивҫен пани пур-и? 36 Мӗншӗн тесен пурне те Вӑл пултарнӑ, пурте Ун урлӑ тата Уншӑн пурӑнать. Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр мухтав! Аминь.

12

Христоспа пӗрлӗхлӗ ҫӗнӗ пурӑнӑҫ

1 Эй, тӑванӑмсем! Турӑ ырӑлӑхӗн ячӗпе тархаслатӑп сире: хӑвӑр ӳт-пӗвӗре чӗрӗ парнелӗхе Турра кӳрӗр, вӑл сӑваплӑ та юрӑхлӑ пултӑр. Турӑшӑн ҫапла тӑрӑшни ӑслӑ-тӑнлӑ туни пулать. 2 Пурӑнӑҫӑра ҫак тӗнче йӗркисемпе ан шайлаштарӑр. Ун вырӑнне Туррӑн аван, юрӑхлӑ тата паха ирӗкӗ мӗнне пӗлес тесе эсир хӑвӑр ӑс-хакӑлӑра ҫӗнетсе улшӑнӑр.

3 Хама панӑ апостол ирӗкӗпе усӑ курса сире пурсӑра та калатӑп: хӑвӑра мӑнна ан хурӑр; хӑвӑра сӑпайлӑн, Турӑ панӑ ӗненӳпе виҫеллӗн хаклӑр. 4 Этемӗн пӗр ӳт-пӳ; ӳт-пӳ пайӗсем нумай, кашни пайӗ хӑйӗн ӗҫне тӑвать. 5 Эпир те ҫавнашкалах: Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса пурте пӗр ӳт-пӳ шутланатпӑр, уйрӑмшарӑн вара пӗр-пӗринпе ҫыхӑнура тӑракан ӳт-пӳ пайӗсем пулатпӑр. 6 Турӑ ырӑлӑхӗпе килӗшӳллӗн пире кашнинех тӗрлӗрен пултарулӑх панӑ. Ҫавӑнпа та кама пророк пултарулӑхӗ панӑ, ҫав унпа хӑй ӗненнӗ таран усӑ куртӑр. 7 Кама Турӑ ячӗпе ҫынсемшӗн тӑрӑшма панӑ – тӑрӑштӑр, Турӑ сӑмахне вӗрентекен пулсан – вӗренттӗр, 8 ӳкӗтлекен пулсан – ӳкӗтлетӗр, валеҫекен пулсан – таса чунпа валеҫтӗр, пуҫлӑх пулсан – тӑрӑшса ертсе пытӑр, пурлӑх тӗлӗшӗнчен пулӑшакан пулсан – савӑнсах пулӑштӑр.

9 Юратанҫи пулса мар, пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратӑр. Усалтан пӑрӑнӑр, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнӑр. 10 Пӗр-пӗрне тӑванла ӑшшӑн юратӑр, пӗр-пӗрне хисеплеме васкӑр. 11 Яланах тӑрӑшуллӑ пулӑр, чун-чӗрӗре ҫунтарӑр, Хуҫамӑршӑн ӗҫлесе тӑрӑр. 12 Шанчӑкӑр сире савӑнӑҫ кӳтӗр, хуйхӑ килсен тӳсӗмлӗ пулӑр, Турра яланах кӗлтӑвӑр. 13 Ӗненекен тӑванӑрсене кирлӗ чухне пулӑшӑр, ютран килнисене хапӑл тӑвӑр. 14 Хӑвӑра хӗсӗрлекенсене ан ылханӑр, ырӑ сунӑр. 15 Савӑнаканпа пӗрле савӑнӑр, йӗрекенпе пӗрле йӗрӗр. 16 Хӑвӑр хушшӑрта пӗр шухӑшлӑ пулӑр, пуҫ каҫӑртса ҫӳрес вырӑнне йӑвашшисем пек пулма тӑрӑшӑр, хӑвӑра мӑнна ан хурӑр. 17 Усала хирӗҫ усалпа никама та ан тавӑрӑр, ҫынсемшӗн мӗн ырӑ – ҫавна тӑвӑр. 18 Май пур пулсан пуринпе те ҫураҫуллӑн пурӑнӑр. 19 Тусӑмсем! Усал тунишӗн ан тавӑрӑр, Турӑ ҫилли ҫитессе шанӑр. Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «„Тавӑру ирӗкӗ Манра, тавӑраканӗ Эпӗ пулӑп“, – тет Хуҫа Турӑ». 20 Ҫавӑнпа ӗнтӗ тӑшману выҫӑ пулсан, ӑна ҫитер; ӑшӗ хыпнӑ пулсан, ӗҫтер. Ҫапла тунипе вӑл намӑсне ниҫта чикме пӗлмӗ. 21 Усала ан парӑн, усала ырӑпа ҫӗнтер.

13

Влаҫсене пӑхӑнасси

1 Кирек епле чун та аслӑ влаҫсене пӑхӑнса пурӑнтӑр, мӗншӗн тесен влаҫлӑ пурӑнӑҫ йӗркине Турӑ тунӑ, кирек епле влаҫ та Турӑран. 2 Ҫавӑнпа та влаҫсене хирӗҫлекенсем Турӑ йӗркине хирӗҫ каяҫҫӗ. Хирӗҫлекенсем вара хӑйсемшӗн хӑйсемех айӑплав тупӗҫ. 3 Ырӑ ӗҫ тӑвакан влаҫсенчен хӑрамасть, усал ӗҫ тӑвакан хӑрать. Влаҫсенчен хӑрамасӑр пурӑнас килет-и? Ырӑ ту, вара вӗсем сана мухтӗҫ. 4 Пуҫлӑх вӑл – санӑн ырлӑхушӑн тӑрӑшакан Турӑ тарҫи. Усал тӑватӑн пулсассӑн – хӑра; пуҫлӑха ахальтен хӗҫ паман. Вӑл – Турӑ тарҫи, усал тӑвакана тавӑрать, айӑп хурать. 5 Ҫавӑнпа пуҫлӑхсене айӑпласран хӑранипе кӑна мар, чун хушнипе те пӑхӑнмалла. 6 Вӗсем Турӑ тарҫисем пулса сирӗншӗн ялан тӑрӑшнӑран эсир налук тӳлетӗр те. 7 Ҫапла вара, кашнинех памаллине парӑр: кама – налук, кама – хисеп, кама – чыс.

Ҫывӑх ҫынна юратасси

8 Хире-хирӗҫле юратулӑх тивӗҫӗсӗр пуҫне, никама та нимӗнпе те парӑмлӑ ан пулӑр. Ҫынна юратни саккун хушнине пурнӑҫлани пулать. 9 Мӗншӗн тесен «мӑшӑрна ан ултала», «ан вӗлер», «ан вӑрла», «судра суйса ан пӗлтер», «ҫынӑнне ан хапсӑн» текеннисен тата ытти пил-хушусен тӗшши ҫак сӑмахсенче: «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат». 10 Юратулӑх ҫывӑх ҫынна усал тумасть. Ҫапла вара, юратни саккун хушнине пурнӑҫлани пулать.

Христос килес кун ҫывхарать

11 Эсир те ҫапла пурӑнӑр. Эпир халӗ мӗнле вӑхӑтра пурӑннине пӗлетӗр. Пирӗн ыйхӑран вӑранас вӑхӑт ҫитрӗ. Халӗ пирӗншӗн ҫӑлӑнӑҫ хамӑр ӗненме пуҫланӑ чухнехинчен ҫывӑхрах. 12 Каҫ иртрӗ, кун ҫывхарса килет. Ҫавӑнпа та тӗттӗмлӗх ӗҫӗсене сирсе ывӑтар та ҫутӑлӑх хӗҫӗсем тытар. 13 Эппин, кун ҫутинчи пек йӗркеллӗ пурӑнар. Намӑссӑрланса та ӗҫке ярӑнса, ясарланса та аскӑнланса, хирӗҫсе те кӗвӗҫсе пурӑнар мар. 14 Ун вырӑнне, Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненсе, хӳтлӗх тумне тӑхӑнар. Ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн каяс мар тесен, ӳт-пӳшӗн виҫине пӗлсе тӑрӑшар.

14

Ҫывӑх ҫыннуна ан айӑпла

1 Хавшак ӗненӳллӗ ҫынна хӑвӑр йыша илӗр, анчах та ӑна шухӑшӗсемшӗн ан ӳпкелӗр. 2 Калӑпӑр, пӗри йӑлтах ҫиме юрать тесе шухӑшлать, тепри, хавшак ӗненӳлли, пахча ҫимӗҫ кӑна ҫиет. 3 Апат тиркеменни апат уякана ан мӗскӗнлеттӗр. Апат уяканни те апат тиркеменнине айӑпласа ан калаҫтӑр, мӗншӗн тесен вӑл та Туррӑн. 4 Эсӗ, ют чурана айӑплаканскер, ху камах вара? Вӑл хӑй Хуҫи умӗнче тӑрать-и, ӳкнӗ-и – ӑна Хуҫи пӗлет. Ӳкнӗ пулсан, Турӑ ӑна ури ҫине тӑратма та пултарать. 5 Хӑшӗ кунпа куна тиркет, хӑшӗ пур куна пӗре хурать. Кам мӗнле шухӑшлать, ҫапла пурӑнтӑр. 6 Кунсене уяканни Хуҫа Турӑшӑн уять. Кунсене тиркеменни те Хуҫа Турӑшӑн тиркемест. Апат тиркеменни Хуҫа Турӑшӑн тиркемест, мӗншӗн тесен вӑл Турра тав туса ҫиет. Апат уяканни те Хуҫа Турӑшӑн уять, мӗншӗн тесен вӑл та Турра тав тӑвать. 7 Пурӑнасса та эпир хамӑршӑн пурӑнмастпӑр, вилессе те эпир хамӑршӑн вилместпӗр. 8 Пурӑнсан та – Хуҫа Турӑшӑн пурӑнатпӑр; вилсен те – Хуҫа Турӑшӑн вилетпӗр. Эпир яланах Хуҫамӑрӑн. 9 Мӗншӗн тесен Христос вилнисемпе чӗррисен Хуҫи пулмашкӑн вилнӗ те, чӗрӗлнӗ те. 10 Эсӗ ӗненекен тӑванна мӗншӗн айӑплатӑн? Эсӗ тата? Хӑвӑн тӑванна мӗншӗн мӗскӗнлететӗн? Пирӗн пурин те Христос сучӗ умне тӑмалла пулать-ҫке! 11 Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «„Пурте Манӑн умра чӗркуҫленӗҫ, пурте Турра чӗлхи-ҫӑварӗпе мухтӗҫ. Ҫакӑ Эпӗ пурри пекех чӑн“, – тет Хуҫа Турӑ». 12 Ҫапла вара, пирӗнтен кашниех харпӑр хӑйшӗн Турӑ умӗнче явап тытӗ.

Ӗненекен тӑванна такӑнмашкӑн сӑлтав ан пар

13 Малашне пӗр-пӗрне айӑплар мар. Айӑплас вырӑнне тӑванӑма такӑнмашкӑн е ӳкмешкӗн сӑлтав парас марччӗ тесе тӑрӑшар. 14 Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулнӑран эпӗ ҫакна ҫирӗп ӗненетӗп: хӑйне тӗллӗн нимӗн те таса мар пулмасть. Кам мӗне те пулин таса мар тесе шутлать, ҫавӑ уншӑн таса мар. 15 Тӑвану уякан апата ҫисе ӑна кӳрентеретӗн пулсан, эппин юратуллӑ пурӑнмастӑн. Христос уншӑн та вилнӗ, эппин апата пула тӑванна вилӗмлӗ ан ту. 16 Ҫапла вара, саншӑн лайӑххи теприншӗн тиркемелле ан пултӑрччӗ. 17 Мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ ӗҫме-ҫиме таврашӗ мар, Святой Сывлӑш паракан тӳрӗлӗх, канӑҫлӑх тата савӑнӑҫ. 18 Кам ҫапла пурӑнса Христосшӑн тӑрӑшать, ҫав Турра та юрӑхлӑ, ҫынсем умӗнче те хисеплӗ. 19 Эппин, пӗр-пӗрне килӗштерсе, ӗненӳре ҫирӗплетсе пурӑнмалли майсене шырар. 20 Апат-ҫимӗҫ таврашне пула Турӑ ӗҫне ан пӑс. Пур апат-ҫимӗҫ те таса, анчах та тӑвану тиркекен апата ҫини начар. Ҫапла туса эсӗ ӑна ҫылӑха кӗртетӗн. 21 Эсӗ аш ҫини, эрех таврашӗ ӗҫни тӑванна ҫылӑха кӗртет пулсан – ан ҫи, ан ӗҫ. Тӑванна такӑнтаракан, ӳкерекен, ӗненӗве хавшатакан нимӗнле ӗҫ те ан ту. 22 Санӑн ӗненӗвӳ пур-и? Пур пулсассӑн, ӑна хӑвӑн ӑшӑнта, Турӑ умӗнче упра. Хӑй суйласа илнӗ япалашӑн хӑйне айӑпламан ҫын телейлӗ. 23 Иккӗлене-иккӗленех ҫиекене вара Турӑ айӑплать, мӗншӗн тесен вӑл ӗненӗвӗпе килӗшӳллине тумасть. Ӗненӳпе килӗшсе тӑманнине туни вара – ҫылӑх.

Мухтав сӑмахӗсем

24 Турра мухтав. Эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар урлӑ – Иисус Христосах вӗрентнӗ Ырӑ Хыпар урлӑ – Турӑ сире ҫирӗплетет. Ырӑ Хыпар – мӗн ӗмӗртен пытарӑннӑ вӑрттӑнлӑх, 25 халӗ ҫав вӑрттӑнлӑха Турӑ уҫса пачӗ. Ӑна пире ӗмӗрхи Турӑ пророксене ҫыртарнӑ сӑмахпа пӗлтернӗ. Ӗненме пуҫлаччӑр тесе, Хӑйне пӑхӑнччӑр тесе, Турӑ ҫав вӑрттӑнлӑха пур халӑха та хыпарламалла турӗ. 26 Ӑслӑран та Ӑслӑ Пӗртен-пӗр Турра Иисус Христос урлӑ ӗмӗр-ӗмӗр мухтав пултӑр. Аминь.

15

Ҫывӑх ҫыннӑрсен кӑмӑлне юрама тӑрӑшӑр

1 Пирӗн, вӑйлисен, хамӑршӑн кӑна тӑрӑшмалла мар, хавшак чунлисен ҫитменлӗхӗсене те каҫарма пӗлмелле. 2 Пирӗнтен кашниех, ҫывӑх ҫыннине ырра килтӗр тесе, унӑн кӑмӑлне юрама тӑрӑштӑр. Ҫапла туни ӑс паниех пулать. 3 Мӗншӗн тесен Христос та Хӑй кӑмӑлне юрасшӑн тӑрӑшман. Ҫырнинче каланӑ пек: «Сана хурлакансен хурри Мана тиврӗ». 4 Ҫырнинче авалах мӗн каланине пире ӑс памашкӑн ҫырнӑ: эпир, Ҫырнинче тӳсӗмлӗхпе лӑплану тупса, шанчӑка ҫухатмастпӑр. 5 Турра, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Ашшӗне, пӗр кӑмӑлтан, пӗр ҫӑвартан мухтамашкӑн, Иисус Христос вӗрентнӗ пек пӗр шухӑшлӑн пурӑнмашкӑн тӳсӗмлӗхпе лӑплану Турри сире пархатар патӑр.

Ырӑ Хыпар пур халӑхсемшӗн те

7 Ҫавӑнпа та, Турӑ мухтавӗшӗн сире Христос епле хапӑл тунӑ, эсир те пӗр-пӗрне ҫавнашкалах хапӑл тӑвӑр. 8 Эпӗ ҫакна каласшӑн: Турӑ чӑннине кӑтартмашкӑн Христос ӳт кастарнисен тарҫи пулнӑ. Ҫакна Вӑл иудейсен мӑн аслашшӗсене панӑ сӑмаха тытас тесе тунӑ. 9 Урӑх халӑхсем те Турра мухтаччӑр тесе, Вӑл, Хӑйӗн ырӑлӑхне пула, вӗсен тарҫи те пулнӑ. Ҫырнинче каланӑ пек: «Эй, Турӑҫӑм, Сана уншӑн ытти халӑхсем хушшинче чапа кӑларӑп, Санӑн ятна мухтаса юрлӑп». 10 Тата Ҫырнинче каланӑ: «Эй, ытти халӑхсем, Унӑн халӑхӗпе пӗрле савӑнӑр!» 11 Тата: «Эй, мӗн пур урӑх халӑхсем, Хуҫа Турра мухтӑр! Мӗн пур халӑхсем, Ӑна чапа кӑларӑр!» – тенӗ. 12 Исаия та ҫапла каланӑ: «Иессей ӑрӑвӗнчи килӗ те халӑхсемпе пуҫ пулӗ, ытти халӑхсемшӗн шанчӑк пулӗ». 13 Шанчӑклӑх Турри сирӗн чун-чӗрӗре, хӑвӑр ӗненнине кура, тӗрлӗ савӑнӑҫпа, канӑҫлӑхпа тултартӑр. Вара шанчӑкӑр Святой Сывлӑш хӑвачӗпе татах ҫирӗпленӗ.

Павелӑн тӗн сарас ӗҫӗ

14 Эй, тӑванӑмсем! Эсир ырӑ та тулли кӑмӑллӑ, нумай пӗлӳллӗ пулнине, пӗр-пӗрне вӗрентме пултарнине шанса тӑратӑп. 15 Анчах та, сире асӑрхаттарас тесе, хӑш-пӗр япаласем пирки эпӗ хӑюллӑрах та ҫыртӑм. Турӑ панӑ пархатарпа 16 манӑн ытти халӑхсемшӗн Иисус Христос тарҫи пулмалла, священник тивӗҫӗпе вӗсене Туррӑн Ырӑ Хыпарне вӗрентмелле. Эпӗ Турра пӗлмен халӑхсене Турра кӳретӗп. Святой Сывлӑшпа сӑваплатса кӳнӗ ҫав парнем Турра юрӑхлӑ пултӑр. 17 Ҫапла вара, Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑшӑн тунӑ ӗҫӗмпе мухтанма ирӗкӗм пур. 18 Тунӑ ӗҫӗмпе тени те тӗрӗсех мар-ха. Чӑннипе, эпӗ ытти халӑхсене Христос панӑ сӑмахпа тата ӗҫпе ӗнентеретӗп. 19 Ҫакӑ вӑл тӗрлӗрен паллӑсемпе тӗлӗнмелле ӗҫсен хӑвачӗпе, Турӑ Сывлӑшӗн хӑвачӗпе пулса пырать. Ҫапла майпа эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне Иерусалимпа унӑн таврашӗнчен пуҫласа Иллирик таран сарма пултартӑм. 20 Эпӗ яланах Ырӑ Хыпара Христос ячӗ ҫинчен илтмен вырӑнсенче пӗлтерсе ҫӳреме тӑрӑшрӑм, урӑххисем вӗрентсе хывнӑ никӗспе усӑ курас темерӗм. 21 Ҫырнинче каланӑ пек: «Ун ҫинчен хыпар пӗлменнисем Ӑна курӗҫ, илтменнисем пӗлӗҫ».

Павел Рима кайма шухӑшлани

22 Ҫав сӑлтава пула эпӗ халиччен те сирӗн патӑра ҫитсе кураймарӑм. 23 Халӗ ҫав ҫӗрсенче эпӗ ҫитмен вырӑн юлмарӗ ӗнтӗ, сирӗнпе курнӑҫас тахҫанхи ӗмӗтӗме тултарса, 24 Испание кайма тухсанах сирӗн патӑра ҫитсе курӑп. Ҫула май сирӗнпе курнӑҫасса шанатӑп. Сирӗнпе пӗр вӑхӑт кӑмӑл туличчен калаҫсан эсир мана малалла кайма пулӑшасса та шанатӑп. 25 Халӗ вара эпӗ Иерусалима, унти ӗненекенсене пулӑшма, ҫула тухатӑп. 26 Мӗншӗн тесен Македонири тата Ахаияри ӗненекенсем Иерусалимри чухӑн ӗненекенсем валли укҫа-тенкӗ пуҫтарса парса ячӗҫ. 27 Вӗсем тӑрӑшнине ырламалла. Тепӗр тесен, вӗсем Иерусалимри ӗненекенсене парӑмлӑ та. Иерусалимрисен чун-чӗм пуянлӑхӗпе ытти халӑхсем те усӑ кураҫҫӗ пулсан, ун вырӑнне вӗсен ӳт-пӗве кирлӗ пуянлӑхпа тавӑрса памалла. 28 Ҫак ӗҫ-пуҫсене туса пӗтерсен, хама шанса панӑ укҫа-тенкӗне вӗсене леҫсе парсан, эпӗ Испание кайма тухӑп. Вара, ҫула май, сирӗн патӑра ҫитсе курӑп. 29 Пырсассӑн эпӗ Христос Ырӑ Хыпарӗн тулли пиллӗхне сире ҫитерсе парасса шанатӑп.

30 Эй, тӑванӑмсем! Сире Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе, Святой Сывлӑш юратулӑхӗпе тархасласа йӑлӑнатӑп: хам кӗлтунӑ пекех, эсир те Турра маншӑн тӑрӑшса кӗлтӑвӑр. 31 Манӑн Иудейӑри ӗненмен ҫынсен хурри пулас марччӗ, эпӗ тӑрӑшни Иерусалимри ӗненекен тӑвансемшӗн усӑллӑ пултӑрччӗ. 32 Вара эпӗ Турӑ ирӗкӗпе сирӗн патӑра савӑнсах ҫитӗттӗм, сирӗнпе пӗрле канӑҫлӑх тупӑттӑм. 33 Канӑҫлӑх Турри сирӗнпеле пултӑр. Аминь.

16

Ятран салам яни

1 Эпӗ сире Кенхрен чиркӗвӗнчи ӗненекен тӑванӑмӑрпа, Фива ятлӑ диакониссӑпа , паллаштарасшӑн. 2 Эсир ҫав хӗрарӑма Хуҫа Турӑ ячӗпе, ӗненекенсене тивӗҫлӗ пек, хапӑл тусамӑр. Хӑвӑр патӑрта ӑна мӗн кирлипе пулӑшсамӑр. Вӑл хӑй те нумайӑшне, ҫав шутрах мана та, пулӑшнӑ. 3 Иисус Христос ӗҫӗнчи юлташӑмсене Прискиллӑпа Акилӑна салам калӑр. 4 Вӗсем ман чунӑмшӑн пуҫӗсене хума та хатӗр пулчӗҫ. Вӗсене пӗр эпӗ кӑна мар, Христоса ӗненекен ытти халӑх ҫыннисен чиркӗвӗсем те пурте тав тӑваҫҫӗ. Вӗсен килти чиркӗвне пухӑнакансене те манран салам калӑр. 5 Хаклӑ Епенет тусӑма, Ахаияра Христоса ӗненме пуҫлакансенчен пӗри пулнӑскерне, манран салам калӑр. 6 Хамӑршӑн вӑйне шеллемесӗр тӑрӑшнӑ Мариама та салам яратӑп. 7 Тӑван халӑхӑм ҫыннисене Андроникпа Юнияна та манран салам. Вӗсем манпа пӗрле тӗрмере ларнӑччӗ, апостолсем хушшинче те вӗсем паллӑ ҫынсем шутланаҫҫӗ. Христоса ӗненме те вӗсем манран маларах пуҫланӑччӗ. 8 Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ савнӑ Амплие салам калӑр. 9 Хамӑрпа пӗрле Христосшӑн тӑрӑшакан Урбана тата хаклӑ Стахияна та салам. 10 Ӗненӳре тӗрӗсленнӗ Апеллеса, чӑн-чӑн Христос ҫыннине, салам калӑр. Аристовулӑн ӗненӳри шанчӑклӑ кил-йышне те салам ҫитерӗр. 11 Тӑван халӑхӑм ҫыннине Иродиона та манран салам. Наркисс кил-йышӗнчисене те, Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлисене, салам калӑр. 12 Хуҫамӑршӑн вӑй хуракан хӗрарӑмсене, Трифенпа Трифоса, манран салам. Хуҫамӑршӑн нумай тӑрӑшнӑ хаклӑ Персидӑна та манран салам ҫитерӗр. 13 Хуҫамӑра ӗненнипе палӑрнӑ Руфа тата унӑн амӑшне салам калӑр. Эпӗ хам та ӑна аннем вырӑннех хуратӑп. 14 Асинкрита, Флегонта, Ерма, Патрова, Ермие тата вӗсемпе хутшӑнса пурӑнакан ытти ӗненекенсене те манран салам. 15 Юлияпа Филолога, Нирейпа аппӑшне, Олимпана тата вӗсемпе хутшӑнса пурӑнакан мӗн пур ӗненекенсене салам калӑр. 16 Пӗр-пӗрне сӑваплӑн, тӑванла чуптуса ырӑ сунӑр. Христос чиркӗвӗсем те пурте сире салам яраҫҫӗ.

17 Эй, тӑвансем! Тархасласа калатӑп: эсир тӗрӗс вӗрентӗве илнӗ ӗнтӗ. Эпир вӗрентнӗ пек мар, урӑхла вӗрентсе хирӗҫтерекенсенчен, такӑнтаракансенчен асӑрханӑр. Унашкаллисенчен пӑрӑнӑр. 18 Вӗсем Иисус Христос Хуҫамӑршӑн мар, хӑйсен хырӑмӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ; япшар чӗлхисемпе йӑпӑлтатса, ырӑ пулса, айваннисене улталаҫҫӗ. 19 Эсир ӗненӗве чунпа парӑннине пурте пӗлеҫҫӗ, эпӗ те сирӗншӗн савӑнатӑп. Ҫапах та ман сире ҫакна калассӑм пур: ырӑ тума ӑста пулӑр, усал тума пӗлмен пулӑр. 20 Канӑҫлӑх Турри часах шуйттана ҫапса антарӗ, сирӗн урӑр айне тӑвӗ. Иисус Христос Хуҫамӑр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пултӑр! Аминь.

21 Ӗҫри юлташӑм Тимофей тата тӑван халӑхӑм ҫыннисем Луций, Иасон, Сосипатр сире салам яраҫҫӗ. 22 Эпӗ те, ҫак ҫырӑва ҫырма пулӑшакан Тертий, Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗскер, сире салам яратӑп. 23 Гаий те сире салам калать. Ютран килнӗ ӗненекенсем ун килӗнче чарӑнса тӑраҫҫӗ, мана та вӑл хапӑл турӗ. Сире хула хыснин управҫи Ераст тата Кварт тӑванӑм салам яраҫҫӗ.

24 Сире пурне те Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗ пултӑр! Аминь .