ТУРӐ СӐВАПЛӐ ИОАНН ТУРСӐМАХҪӐНА МАЛАШНЕХИНЕ УҪСА ПАНИ (АПОКАЛИПСИС)
1Ҫак кӗнеке ҫинчен
1 Малашлӑхра часах мӗн пулассине Хӑйӗн чурисене кӑтартас тесе, Турӑ Иисус Христоса малашнехине уҫса панӑ. Ҫӑвна Вӑл Хӑйӗн ангелӗ урлӑ Хӑйӗн чурине Иоана кӑтартнӑ. 2 Иоанн вара Турӑ Сӑмахӗ ҫинчен, Иисус Христос ҫирӗплетсе калани ҫинчен тата хӑй мӗн-мӗн курни-илтни ҫинчен каласа пӗлтернӗ. 3 Ҫак пророкла сӑмахсене вулакан, вӗсене итлекенсем тата унта мӗн ҫырнине тытса пурӑнакансем телейлӗ, мӗншӗн тесен вӑхӑт ҫывӑх ӗнтӗ.
Ҫичӗ чиркӗве салам яни
4 Асири ҫичӗ чиркӗве – Иоанран: сире Пурринчен, Пулнинчен, Пулассинчен, Унӑн престолӗ умӗнчи ҫичӗ сывлӑшран тата Иисус Христосран ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр. Иисус ҫирӗплетсе пӗлтерни чӑн. Вӑл – вилнисенчен чи малтан чӗрӗлсе тӑнӑскер, ҫӗр ҫинчи патшасемпе хуҫаланаканскер. Вӑл пире юратнӑран Хӑйӗн Юнӗпе пирӗн ҫылӑхсенчен хӑтарнӑ, 6 Хӑйӗн Ашшӗ, Туррӑмӑр, умӗнче пире патшалла священниксем тунӑ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ та хӑватлӑ пултӑр! Аминь. 7 Акӑ, Вӑл пӗлӗтсем ҫинче килӗ те, Ӑна пурте, ҫав шутрах Хӑйне пӑталаса сӑнӑпа чикнисем те, курӗҫ. Ҫӗр ҫинчи мӗн пур йӑхсем Унӑн умӗнче татӑлса йӗрӗҫ. Ҫапла пулӗ, аминь. 8 «Эпӗ – Альфа тата Омега , пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ, – тет Хуҫамӑр. – Эпӗ – Пурри те, Пулни те, Пуласси те, Пурне те тытса тӑракан».
Христос курӑнни
9 Эпӗ, Иоанн тӑванӑр, Иисус Христосӑн патшалӑхне кӗрес тесе, Вӑл тӳснӗ пек асапа сирӗнпе пӗрле тӳсетӗп. Мана Турӑ Сӑмахне вӗрентнӗшӗн, Иисус Христос ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн Патмос утравӗ ҫине ячӗҫ. 10 Пӗррехинче, вырсарни кун, Святой Сывлӑш витӗмӗпе эпӗ хам хыҫӑмра труба сасси пек хӑватлӑ сасӑ илтрӗм. «Эпӗ – Альфа тата Омега, Малтанхи тата Кайранхи , – терӗ ҫав сасӑ. 11 – Хӑвна мӗн курӑннине йӑлтах кӗнекелесе ҫыр та Асири чиркӳсене: Ефеса та, Смирнӑна та, Пергама та, Фиатирӑна та, Сардиса та, Филадельфине те, Лаодикине те яр». 12 Хампа калаҫаканни кам сасси-ши тесе, эпӗ хыҫалалла ҫавӑрӑнса пӑхрӑм. Вара, ҫавӑрӑнса пӑхсан, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ куртӑм. 13 Ҫутаткӑҫсем хушшинче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскер тӑратчӗ. Хӑй вӑрӑм тум тӑхӑннӑ, кӑкӑр урлӑ ылтӑн хӑю ҫыхнӑ. 14 Пуҫӗ те, ҫӳҫӗ те Унӑн шурӑ ҫӑм пек, юр пек шап-шурӑччӗ, куҫӗсем вут ҫулӑмӗ евӗрччӗ. 15 Урисем Унӑн шӑранса тӑракан пӑхӑр пекчӗ, сасси шыв кӗрлени пекчӗ. 16 Сылтӑм аллине Вӑл ҫичӗ ҫӑлтӑр тытнӑччӗ, ҫӑварӗнчен ик енӗ те ҫивӗч хӗҫ тухса тӑратчӗ, сӑнӗ-пичӗ вара Унӑн хӗртсе пӑхакан хӗвелччӗ.
17 Ӑна курсассӑнах эпӗ Унӑн ури умне вилнӗ пек ӳкрӗм. Вара Вӑл ман ҫине сылтӑм аллине хурса ҫапла каларӗ: «Ан хӑра. Эпӗ – Малтанхи те, Кайранхи те. 18 Эпӗ – чӗрӗ. Эпӗ вилнӗччӗ, акӑ, курсам: Эпӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнатӑп, аминь. Тамӑкпа вилӗм ҫӑраҫҫисем те Манра. 19 Ӗнтӗ ху мӗн курнине, мӗн пуррине тата ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн пулассине ҫырса хур. 20 Эсӗ Манӑн аллӑмра курнӑ ҫичӗ ҫӑлтӑр тата ҫичӗ ҫутаткӑҫ акӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ: ҫичӗ ҫӑлтӑр вӑл – ҫичӗ чиркӗвӗн ангелӗсем, эсӗ курнӑ ҫичӗ ҫутаткӑҫ вара – ҫичӗ чиркӳ».
2Ефесри чиркӗве янӑ ҫыру
1 «Ефес чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: „Хӑйӗн сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр Тытса тӑракан, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ хушшинче Ҫӳрекен ҫапла калать, те: 2 Санӑн ӗҫӳсене те, тӑрӑшулӑхна та, чӑтӑмлӑхна та пӗлетӗп. Эсӗ пӑсӑк ҫынсене тӳсме пултарайманнине те пӗлетӗп. Апостол мар ҫинчех хӑйсене апостол текенсене эсӗ тӗрӗслесе пӑхнӑ та вӗсем суеҫӗсем кӑна пулнине тупса палӑртнӑ. 3 Сана нумай тӳсме лекет, эсӗ чӑтӑмлӑ, Манӑн ятӑмшӑн ывӑна пӗлми ӗҫлетӗн. 4 Анчах та Манӑн сана асӑрхаттарса каламалли те пур: санра халӗ малтанхи юратулӑху ҫук. 5 Ҫапла вара, ху еплерех чун ҫӳллӗшӗнчен ӳкнине аса ил те ӳкӗн, малтанхиллех ӗҫлесе пурӑн. Апла тумасан, часах сан патна пырӑп, ҫутаткӑҫна вырӑнӗнчен хускатӑп. 6 Ҫапах та николаитсен ӗҫне-хӗлне эсӗ Манашкалах курайманнишӗн сана ырламалла. 7 Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене Эпӗ Туррӑн райӗ варринчи пурӑнӑҫ йывӑҫҫин ҫимӗҫне ҫиме ирӗк парӑп“».
Смирнӑри чиркӗве янӑ ҫыру
8 «Смирна чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: „Малтанхи тата Кайранхи, Вилнӗскер, акӑ, Чӗрӗскер, ҫапла калать, те: 9 Санӑн ӗҫӳсене, хуйху-суйхуна та, чухӑнлӑхна та (тӗрӗссипе, эсӗ – пуян) пӗлетӗп. Хӑйсене иудей текенсем сан пирки усал калаҫаҫҫӗ. Вӗсем иудейсем мар – шуйттан пухӑвӗ. 10 Хӑвна тӳсме лекессинчен нимӗнрен те ан хӑра. Акӑ, сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сирӗнтен хӑшне-пӗрне шуйттан тӗрмене хуптарӗ, унта эсир пӗр вунӑ кун тертленӗр. Вилмелле пулсан та, ӗненӳпех вил, вара Эпӗ сана пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне тӑхӑнтартӑп. 11 Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене иккӗмӗш вилӗм сӑтӑр тӑваймӗ“».
Пергамри чиркӗве янӑ ҫыру
12 «Пергам чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: „Икӗ енӗ те ҫивӗч Хӗҫли ҫапла калать, те: 13 Санӑн ӗҫӳсене, эсӗ шуйттанӑн престолӗ ларнӑ вырӑнта пурӑннине пӗлетӗп. Сирӗн патӑрта, шуйттан пурӑнакан ҫӗрте, Ман ҫинчен пӗлтерекен шанчӑклӑ Антипӑна вӗлерчӗҫ. Эсӗ ҫав вӑхӑтра та Ман ятӑма тытса пынине, Мана ӗненме пӑрахманнине пӗлетӗп. 14 Анчах та Манӑн сана кӑштах асӑрхаттарса каламалли те пур: унта, сан патӑнта, хӑшӗ-пӗрисем Валаам вӗрентӗвне тытса пыраҫҫӗ. Ҫавскер Валака Израиль ҫыннисене илӗртсе улталама вӗрентрӗ, ҫавӑнпа вӗсем чӳк ҫимӗҫне ҫиеҫҫӗ, аскӑнланса пурӑнаҫҫӗ. 15 Сан патӑнта тата николаитсен вӗрентӗвне тытса пыракансем те пур, Эпӗ вӗсен вӗрентӗвне кураймастӑп. 16 Ӳкӗн! Апла тумасан, часах сан патна пырӑп, ҫав ҫынсемпе чӗлхе-ҫӑварӑм хӗҫӗпе ҫапӑҫӑп. 17 Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене Эпӗ курӑнми маннӑ ҫиме ирӗк парӑп, шурӑ чул парнелӗп. Ҫав чул ҫине илекеннисӗр пуҫне урӑх никам та пӗлмен ҫӗнӗ ят ҫырса хунӑ“».
Фиатирӑри чиркӗве янӑ ҫыру
18 «Фиатира чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: „Вут ҫулӑмӗ евӗр куҫлӑ, шӑранакан пӑхӑр пек ураллӑ Турӑ Ывӑлӗ ҫапла калать, те: 19 Санӑн ӗҫӳсене те, юратулӑхна та, Турӑшӑн ӗҫленине те, ӗненӗвне те, чӑтӑмлӑхна та пӗлетӗп. Тата хальхи ӗҫӳсем малтанхинчен пысӑкрах пулнине те пӗлетӗп. 20 Анчах та Манӑн сана кӑштах асӑрхаттарса каламалли пур: эсӗ хӑйне пророк теекен хӗрарӑма, Иезавеле, чармастӑн. Вӑл вара Манӑн чурамсене аскӑнланса пурӑнма, чӳк ҫимӗҫӗ ҫиме улталаса вӗрентет. 21 Эпӗ ӑна пӑсӑк ӗҫӗсенчен ӳкӗнмешкӗн вӑхӑт парсаттӑм, анчах та вӑл ӳкӗнмерӗ. 22 Акӑ, Эпӗ ӑна ҫавӑншӑн вырӑнпах выртмалла тӑвӑп. Унпа пӗрле ҫылӑха кӗрсе пурӑннисем ҫине вара, хӑйсен ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнмесен, пысӑк хуйхӑ ярӑп. 23 Эпӗ ун хыҫҫӑн каякансем ҫине вилӗм ярӑп, вара Эпӗ ҫынсен шухӑш-туйӑмне Тӗрӗслекенӗ пулнине пур чиркӳсем те ӑнланӗҫ. Эпӗ сире кашнинех ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп. 24 Эсир Фиатирӑра пурӑнакан ытти хӑш-пӗр ҫынсемпе пӗрле ҫав вӗрентӳ хыҫҫӑн каймастӑр, „шуйттанлӑхӑн шырланӗ“ текенни мӗнне пӗлместӗр. Ҫавӑнпа та сире пурне те ҫакна калатӑп: „Эпӗ сирӗн ҫине урӑх ҫӗклем хумӑп“. 25 Эпӗ пыриччен вара эсир халиччен мӗне тытса пынӑ, ҫавнах тытса пурӑнӑр. 26 Ҫӗнтерекене, Манӑн ӗҫӗмсене вӗҫне ҫитичченех туса пыракана, Эпӗ Хамӑн Аттемрен урӑх халӑхсемпе хуҫаланма епле ирӗк илнӗ, ҫапла ирӗк парӑп. Вӑл вара ҫав халӑхсене тимӗр туяпа пӑхӑнтарӗ, вӗсем тӑм савӑт-сапа пек ванса пӗтӗҫ. 28 Ҫӗнтерекене тата шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ парӑп. 29 Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр“».
3Сардисри чиркӗве янӑ ҫыру
1 «Сардис чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗпе ҫичӗ ҫӑлтӑр Пурри ҫапла калать, те: „Санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Ӗненекен ушкӑн ятлӑ пулин те, санӑн чиркӗвӳ чӗрӗ мар, вилӗ. 2 Сыхӑ пул, пӗтес патне ҫитнине те пулин упраса хӑвар. Санӑн ӗҫӳсем Туррӑм умӗнче тивӗҫсӗррине Эпӗ куратӑп. 3 Эппин хӑвна мӗн вӗрентнине, мӗн каланине аса ил те, ҫавсене пӑхӑнса, ӳкӗн. Эсӗ сыхӑ тӑмасассӑн, Эпӗ сан патна, вӑрӑ пек, кӗтмен вӑхӑтра пырӑп, хӑш самантра пырасса эсӗ сисеймӗн те. 4 Ҫапах та санӑн патӑнта, Сардисра, хӑйсен таса тумне вараламан темиҫе ҫын пур. Вӗсем Манпа пӗрле шурӑ тумтирпе ҫӳреме тивӗҫ пулӗҫ. 5 Ҫӗнтерекен шурӑ тумтир тӑхӑнӗ. Эпӗ унӑн ятне пурӑнӑҫ кӗнекинчен чӗрсе пӑрахмӑп, ҫав ят ҫинчен Аттемпе Унӑн ангелӗсене каласа пӗлтерӗп. 6 Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр“».
Филадельфири чиркӗве янӑ ҫыру
7 «Филадельфи чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: Давид патша ҫӑраҫҫийӗ Унра, Вӑл уҫнине никам та хупаймӗ, Вӑл хупнине никам та уҫаймӗ. Ҫавӑ – Сӑвапли, Чӑнни – ҫапла калать, те: 8 „Эпӗ санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Акӑ, Эпӗ санӑн умӑнти алӑка уҫрӑм, ӑна никам та хупаймӗ. Ҫирӗп вӑй-халлӑ мар пулин те, эсӗ Манӑн сӑмахӑма упраса хӑварайрӑн, Ман ятӑмран тунмарӑн. 9 Акӑ ӗнтӗ, Эпӗ хайхи шуйттан пухӑвӗнчи ҫынсене, чунӗпе иудей мар ҫинчех хӑйсене иудей текен суеҫӗсене, санӑн уру умне ӳксе пуҫҫапмалла тӑвӑп. Вара вӗсем Эпӗ сана юратнине пӗлӗҫ. 10 Ҫӗр ҫинчи ҫынсене илӗртсе улталамашкӑн пӗтӗм тӗнчене йывӑр тӗрӗслев пулӗ. Эпӗ сана чӑтӑмлӑ пулма хушнине эсӗ упраса хӑвартӑн, ҫавӑнпа йывӑр тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Эпӗ те сана упраса хӑварӑп. 11 Акӑ, Эпӗ часах пырӑп. Ҫӗнтерекенӗн пуҫ кӑшӑлне хывса ан илччӗр тесен, эсӗ мӗн пуррине ҫирӗп тытса пыр. 12 Ҫӗнтерекене Эпӗ Туррӑмӑн Ҫуртӗнче тӗреклӗх юпи тӑвӑп, вӑл Турӑ Ҫуртӗнчех юлӗ. Ун ҫине Эпӗ Туррӑм ятне, ҫӳл тӳперен, Туррӑм патӗнчен анакан Туррӑм хулин – ҫӗнӗ Иерусалимӑн – ятне тата Хамӑн ҫӗнӗ ятӑма ҫырса хурӑп. 13 Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр“».
Лаодикири чиркӗве янӑ ҫыру
14 «Лаодики чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: шанчӑклӑ та чӑн ҫирӗплетсе калакан Аминь, Турӑ пултарнин пуҫламӑшӗ, ҫапла калать, те: 15 „Санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Эсӗ сивӗ те мар, вӗри те мар. Ах, эсӗ сивӗ е вӗри пулинччӗ! 16 Анчах та эсӗ сивӗ те мар, вӗри те мар, лӗп пулнӑран Эпӗ сана Хамӑн чӗлхе-ҫӑварӑмран кӑларса пӑрахӑп. 17 „Ҫитменни ман нимӗн те ҫук, эпӗ пуйрӑм, эпӗ пуян,“– тетӗн эсӗ. Ху вара телейсӗр те мӗскӗн, кӗлмӗҫ, суккӑр, ҫаппа-ҫарамас пулнине те пӗлместӗн. 18 Эпӗ сана акӑ мӗнле канаш паратӑп: пуяс тетӗн пулсан Манран вутпа тасалнӑ ылтӑн туян. Хӑвӑн намӑсна, ҫарамаслӑхна пытармашкӑн вара Манран шурӑ тумтир туянса тӑхӑн. Куҫна вара, куракан пултӑр тесе, куҫ эмелӗ сӗр. 19 Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, айӑплатӑп. Ҫавӑнпа чунна ҫунтар, ӳкӗн. 20 Акӑ, Эпӗ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп. Кам Манӑн сассӑма илтсе алӑкне уҫӗ, Эпӗ ун патне кӗрӗп те унпа пӗрле тӑванлӑх апачӗ ҫийӗп, Манпа пӗрле вӑл та ҫийӗ. 21 Ҫӗнтерекене Эпӗ Хампа пӗрле престолӑм ҫине ларма ирӗк парӑп. Эпӗ Хам та, ҫавнашкалах ҫӗнтерсе, Аттемпе пӗрле Унӑн престолӗ ҫине лартӑм. 22 Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр“».
4Иоана тӳпери курӑнни
1 Унтан эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, тӳпенелле уҫӑлнӑ алӑк куртӑм. Вара хампа маларах калаҫнӑ труба сасси пек сасӑ каллех манпа калаҫа пуҫларӗ. «Кунта хӑпар, эпӗ сана малашне мӗн пулассине кӑтартӑп», – терӗ вӑл. 2 Ҫав самантрах Святой Сывлӑш витӗмӗпе курӑну пулчӗ. Акӑ, тӳпери престол курӑнчӗ, престол ҫинче вара Лараканӗ пур. 3 Лараканӗ ясписпа сардис текен хаклӑ йышши чулсем евӗр йӑлтӑртатать, престол тавра изумруд пек асамат кӗперӗ. 4 Престол йӗри-тавра тата тепӗр ҫирӗм тӑватӑ престол, вӗсем ҫинче ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ларать. Хӑйсем шап-шурӑ тумтир тӑхӑннӑ, пуҫӗсем ҫинче – ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗсем. 5 Престолран ҫиҫӗм ҫиҫсе тухать, аслати сасси, кӗрлев илтӗнсе тӑрать. Престол умӗнче вутлӑн ҫунакан ҫичӗ ҫутаткӑҫ – Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗ.
6 Престол умӗнче вара витӗр курӑнакан пӑр пек кӗленче тинӗс. Тата престол умӗнче те, йӗри-тавра та тӑватӑ чӗр чун, куҫӗсем хӑйсен малта та, кайра та темӗн чухлӗ. 7 Пӗр чӗр чунӗ арӑслан евӗрлӗ, тепри вӑкӑр евӗрлӗ, виҫҫӗмӗшӗ этем сӑнлӗ, тӑваттӑмӗшӗ вӗҫекен ӑмӑрт кайӑк евӗрлӗ. 8 Тӑватӑ чӗр чунӗн те кӗлетки тавра ултшар ҫунат, ҫунат айӗсем куҫлӑ-куҫлӑ. Тӑватӑ чӗр чунӗ те кунӗн-ҫӗрӗн татти-сыпписӗр ҫапла кӑшкӑрса хыттӑн мухтаҫҫӗ: «Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Турӑ, Пулни, Пурри, Пуласси – Святой, Святой, Святой!» 9 Ҫав чӗр чунсем престол ҫинче Ларакана, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана мухтанӑ, чысланӑ, тав тунӑ чухне 10 ҫирӗм тӑватӑ ватӑ хайхи Ларакан умне, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакан умне ӳке-ӳке пуҫҫапаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен пуҫ кӑшӑлӗсене престол умне хурса ҫапла калаҫҫӗ: 11 «Хуҫа Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, чыс та, вӑй-хӑват та илме тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен пурне те Эсӗ пултарнӑ, пурте Санӑн ирӗкӳпе пурӑнать, пурте Санӑн ирӗкӳпе пулнӑ».
5Ҫыру тӗркемӗ тата Путек
1 Унтан эпӗ престол ҫинче Лараканӑн сылтӑм аллинчи ҫыру тӗркемне – кӗнекене – асӑрхарӑм. Тӗркемӗн икӗ енне те ҫырнӑччӗ, ӑна ҫичӗ сӑркӑч пичетпе пичетленӗччӗ. 2 Вара эпӗ хӑватлӑ ангела куртӑм, вӑл хыттӑн ҫапла каларӗ: «Пичет сӑркӑчне хӑйпӑтса ҫак кӗнекене уҫма тивӗҫли кам пур?» 3 Анчах та кӗнекене уҫма тата пӑхма пултаракан тӳпере те, ҫӗр ҫинче те, ҫӗр айӗнче те тупӑнмарӗ. 4 Эпӗ ҫак кӗнекене уҫса вулама, ун ӑшне пӑхма та пулин тивӗҫли никам та тупӑнманшӑн чылай йӗтӗм. 5 Вара ватӑсенчен пӗри мана ҫапла каларӗ: «Ан йӗр. Акӑ Иуда йӑхӗнчен тухнӑ арӑслан, Давид тӑхӑмӗ ҫӗнтерчӗ. Вӑл ҫичӗ пичет сӑркӑчне хӑйпӑтса кӗнекене уҫма пултарать».
6 Эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, престол умӗнче, тӑватӑ чӗр чунпа ватӑсем хушшинче пусса Турра кӳнӗ путек пек Путек тӑнине куртӑм. Вӑл ҫичӗ мӑйракаллӑ та ҫичӗ куҫлӑ, ку – Туррӑн пӗтӗм ҫӗр ҫине янӑ ҫичӗ сывлӑшӗ. 7 Хайхи Путек престол ҫинче Ларакан патне пычӗ те Унӑн сылтӑм аллинчи кӗнекене илчӗ. 8 Вӑл ҫав кӗнекене илсенех ҫирӗм тӑватӑ ватӑ хайхи Путек умне ӳксе пуҫҫапрӗҫ. Вӗсенчен кашнин аллинчех кӗсле тата ырӑ шӑршӑллӑ фимиам тултарнӑ ылтӑн савӑтчӗ; ку вӑл – сӑваплӑ ҫынсен кӗлли. 9 Хӑйсем ҫапла каласа ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ: «Кӗнекене илсе пичете хӑйпӑтма Эсӗ тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен Сана пусса Турра кӳчӗҫ. Эсӗ пире, тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисене, Турӑ валли Хӑвӑн Юнупа тӳлесе илтӗн. 10 Эсӗ пире Туррӑмӑрӑн патшалла священникӗсем турӑн, ӗнтӗ ҫӗр ҫинче эпир хуҫаланӑпӑр!» 11 Унтан пӑхрӑм та престол тавра пухӑннӑ чӗр чунсене, ватӑсене тата йышлӑ ангелсене куртӑм, вӗсен сассине илтрӗм. Ангелсен шучӗ вуншар пинччӗ, пин-пинччӗ. 12 Вӗсем вӑйлӑ саслӑн ҫапла калаҫҫӗ: «Пусса Турра кӳнӗ Путек вӑй-хӑватпа пуянлӑх, ӑслӑлӑхпа ҫирӗплӗх, чыс та, мухтав та, пиллӗх те илме тивӗҫлӗ!» 13 Унтан эпӗ тӳпери тата ҫӗр ҫинчи, ҫӗр айӗнчи тата тинӗсри мӗн пур чӗрӗ чун ҫапла каланине илтрӗм: «Престол ҫинче Ларакана тата Путеке ӗмӗр-ӗмӗрех пиллӗх те, чыс та, мухтав та, вӑй-хӑват та пултӑр!» 14 «Аминь!» – терӗҫ тӑватӑ чӗр чун. Вара ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ӗмӗр-ӗмӗр Пурӑнакана ӳксе пуҫҫапрӗҫ.
6Пичетсене илни
1 Унтан эпӗ Путек ҫичӗ пичетрен пӗрремӗшне хӑйпӑтса илнине куртӑм. Вара тӑватӑ чӗр чунран пӗри аслати сассиллӗн: «Килсе кур!» – тенине илтрӗм. 2 Ҫавӑнтах пӑхрӑм та, акӑ, хам умра шурӑ ут куртӑм. Юланутҫи аллине ухӑ тата хӑйне панӑ пуҫ кӑшӑлӗ тытнӑ. Хӑй ҫӗнтермешкӗн тухнӑ ҫӗнтерӳҫӗ пек пырать.
3 Путек иккӗмӗш пичете хӑйпӑтса илчӗ те, иккӗмӗш чӗр чунӗ: «Килсе кур!» – тенине илтрӗм. 4 Вара тепӗр ут, ҫӳрен-хӗрлӗскер, тухрӗ. Юланутҫине, ҫынсем пӗр-пӗрне вӗлерччӗр тесе, ҫӗр ҫинчи канӑҫлӑха илме ирӗк тата пысӑк хӗҫ панӑ.
5 Путек виҫҫӗмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, виҫҫӗмӗш чӗр чунӗ: «Килсе кур!» – тенине илтрӗм. Вара пӑхрӑм та хура ут куртӑм. Юланутҫи аллине тараса тытнӑ. 6 Унтан эпӗ тӑватӑ чӗр чун енчен килекен сасса илтрӗм. «Пӗр йӗкӗр ывӑҫ тулӑ пӗр динарий тӑрать, виҫӗ йӗкӗр ывӑҫ урпа та пӗр динарий тӑрать. Йывӑҫ ҫӑвӗпе хӗрлӗ эрехе вара ан тӗкӗн!» – терӗ ҫав сасӑ.
7 Путек тӑваттӑмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, тӑваттӑмӗш чӗр чунӗ: «Килсе кур!» – тенине илтрӗм. 8 Вара пӑхрӑм та шупка-турӑ ут куртӑм. Юланутҫи Вилӗм ятлӑ, ун хыҫҫӑн ҫӳрекенӗ – Тамӑк. Ҫав юланутҫӑна ҫӗрӗн тӑваттӑмӗш пайне хӗҫпе, выҫлӑхпа, вӗлерекен чир-чӗрпе, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксемпе пӗтерме ирӗк панӑ.
9 Путек пиллӗкмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, эпӗ парне вырӑнӗ айӗнче Турӑ сӑмахӗшӗн, Христос ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн вӗлернисен чунӗсене куртӑм. 10 Вӗсем хыттӑн: «Святой тата Чӑн Патшамӑр! Мӗншӗн Эсӗ ҫак тарана ҫитсе те ҫӗр ҫинчи ҫынсене пирӗн юншӑн суд туса тавӑрмастӑн? Тата хӑҫанччен кӗтмелле?» – тесе ӳпкелешрӗҫ. 11 Унтан вӗсене пурне те шурӑ тумтир пачӗҫ, хӑйсем пекех вилес юлташӗсен, ӗненекен тӑванӗсен шучӗ тулса ҫитессе тата тепӗртак, лӑпкӑн кӗтме хушрӗҫ.
12 Путек улттӑмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, ҫакна куртӑм: питӗ вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ, хӗвел хуйхӑ тумтирӗ пек хуралчӗ, уйӑх юнланнӑ пек хӗрелчӗ. 13 Смоква йывӑҫҫин пиҫсе ҫитмен ҫимӗҫӗсем вӑйлӑ ҫилпе ҫӗр ҫине тӑкӑннӑ пекех тӳпери ҫӑлтӑрсем ҫӗр ҫине тӑкӑнчӗҫ. 14 Тӗрке пек чӗркенсе, тӳпе ҫухалчӗ, тусемпе утравсем пурте хӑйсен вырӑнӗнчен тапранса куҫрӗҫ. 15 Ҫӗр ҫинчи патшасем те, улпутсем те, пуянсем те, ҫар пуҫӗсем те, хуҫасем те, ытти мӗн пур чурасемпе ирӗклисем те ту хӑвӑлӗсемпе хушӑкӗсене пытанса пӗтрӗҫ. 16 «Пирӗн ҫине ӳкӗр, – терӗҫ вӗсем тусемпе чулсене, – пире престол ҫинче Лараканӑн сӑнӗнчен тата Путек ҫиллинчен пытарса хӑварӑр! 17 Унӑн ҫиллин аслӑ кунӗ ҫитрӗ! Ҫак ҫилле кам тӳссе ирттерме пултарӗ?»
7Пичет лартса палӑртни
1 Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӑватӑ ангела куртӑм. Вӗсем, ҫӗр ҫине те, тинӗс ҫине те, нимӗнле йывӑҫ ҫине те ҫил ан вӗртӗр тесе, ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтессинче ҫӗр ҫинчи тӑватӑ ҫиле чарса тӑраҫҫӗ. 2 Унтан эпӗ хӗвел тухӑҫ енчен Чӗрӗ Туррӑн пичетне тытнӑ тепӗр ангел тухса хӑпарнине куртӑм. Ҫӗрпе тинӗсе сӑтӑр тума ирӗк панӑ тӑватӑ ангела вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: 3 «Хамӑр Туррӑмӑрӑн чурисен ҫамкисем ҫине пичет лартса палӑртса тухиччен ҫӗре те, тинӗсе те, йывӑҫсене те сӑтӑр ан тӑвӑр!» 4 Вара эпӗ пичетпе палӑртнисен хисепне илтрӗм: Израилӗн мӗн пур йӑхӗсенчен пичетпе палӑртнисем пурӗ ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пинччӗ. 5 Иуда йӑхӗнчен вун икӗ пин ҫынна пичетпе палӑртнӑ; Рувим йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Гад йӑхӗнчен – вун икӗ пин; 6 Асир йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Неффалим йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Манассия йӑхӗнчен – вун икӗ пин; 7 Симеон йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Левий йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Иссахар йӑхӗнчен – вун икӗ пин; 8 Завулон йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Иосиф йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Вениамин йӑхӗнчен – вун икӗ пин.
9 Вара эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, никам шутласа кӑларайми йышлӑ халӑх куртӑм. Унта тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисем. Вӗсем престол умӗнче, Путек умӗнче тӑраҫҫӗ. Хӑйсем шурӑ тумтир тумланнӑ, аллисене пальма турачӗсем тытнӑ. 10 Вӗсем вӑйлӑ саслӑн: «Ҫӑлӑнӑҫ престол ҫинче ларакан Туррӑмӑрпа Путекре!» – теҫҫӗ. 11 Престол тавра, ватӑсемпе тӑватӑ чӗр чун тавра, мӗн пур ангелсем тӑратчӗҫ. Вӗсем пурте престол умне ӳпне ӳксе Турра пуҫҫапрӗҫ. 12 «Аминь! Туррӑмӑра ӗмӗр-ӗмӗрех пиллӗхпе мухтав, ӑслӑлӑхпа тав, чыс та, вӑй-хӑват та, тӗреклӗх те пултӑр! Аминь», – терӗҫ вӗсем.
13 Ватӑсенчен пӗри калаҫа пуҫларӗ. «Ҫак шурӑ тумтирлисем камсем тата ӑҫтан килнине пӗлетӗн-и?» – тесе ыйтрӗ вӑл манран. 14 «Ырӑ ҫыннӑм! Ӑна эсӗ хӑвах пӗлетӗн», – терӗм эпӗ. Вара вӑл мана ҫапла каларӗ: «Ку ҫынсем – тӗрӗслев асапӗ витӗр тухнисем. Вӗсем хӑйсен тумтирне Путек Юнӗпе ҫуса тасатнӑ, шуратнӑ. 15 Ҫавӑнпа вӗсем Турӑ престолӗ умӗнче тӑраҫҫӗ, Турӑ Ҫуртӗнче Уншӑн кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Престол ҫинче Ларакан вара вӗсемпе пӗрле пурӑнӗ. 16 Вӗсен ӗнтӗ текех нихӑҫан та хырӑмӗ выҫмӗ, ӑшӗ те хыпмӗ. Вӗсене нимӗнле хӗвел те, шӑрӑх та пӗҫертмӗ. 17 Мӗншӗн тесен престол умӗнчи Путек вӗсен кӗтӳҫи пулӗ, вӗсене чӗрӗлӗх шывӗпе тапса тӑракан ҫӑлкуҫсем патне ертсе кайӗ. Турӑ вӗсен куҫӗнчи кирек епле куҫҫульне те шӑлса ярӗ».
8Ҫиччӗмӗш пичет тата ылтӑн тӗтӗркӗч
1 Путек ҫиччӗмӗш пичете хӑйпӑтса илсессӗн, тӳпе шӑплӑха путрӗ, ҫапла ҫур сехете яхӑн тӑчӗ. 2 Вара эпӗ Турӑ умӗнче тӑракан ҫичӗ трубаллӑ ҫичӗ ангела куртӑм. 3 Унтан ылтӑн тӗтӗркӗч тытнӑ тепӗр ангел парне вырӑнӗ умне пырса тӑчӗ. Ӑна престол умӗнчи ылтӑн парне вырӑнӗ ҫине хумашкӑн пит нумай фимиам тата мӗн пур сӑваплӑ ҫынсен кӗллисене панӑччӗ. 4 Ангел аллинчи фимиамран тухакан тӗтӗм, сӑваплисенӗн кӗллипе пӗрле, Турӑ патне ҫӗкленетчӗ. 5 Унтан ангел парне вырӑнӗ ҫинчи вута тӗтӗркӗч ӑшне тултарчӗ те ӑна ҫӗр ҫине тӑкрӗ. Ҫав самантрах ҫӗр ҫинче аслати сасси кӗрлесе кайрӗ, ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, ҫӗр чӗтренме тытӑнчӗ.
Ҫичӗ трубаллӑ ҫичӗ ангел
6 Вара ҫичӗ трубаллӑ ҫичӗ ангел трубисене кӑшкӑртма хатӗрленчӗҫ.
7 Пӗрремӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, ҫӗр ҫине юнпа хутӑш вутлӑ пӑр ҫума пуҫларӗ. Вара ҫӗр ҫинчи йывӑҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ тата пӗтӗм ешӗл курӑк ҫунса кайрӗ.
8 Иккӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, темскер, вут-хӗм сирпӗтекен пысӑк ту пекскер, тинӗсе ӳкрӗ. Вара тинӗсӗн виҫҫӗмӗш пайӗ юн пулса тӑчӗ, 9 тинӗсри чӗрӗ чунсен виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ, тинӗс ҫинчи карапсен те виҫҫӗмӗш пайӗ пӗтрӗ.
10 Виҫҫӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, ҫутаткӑҫ пек ҫунса, тӳперен пысӑк ҫӑлтӑр ӳкрӗ. Вӑл юхан шывсемпе ҫӑлкуҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫине ӳкрӗ. 11 Ҫав ҫӑлтӑр Армути ятлӑччӗ. Вара ҫӗр ҫинчи юхан шывсен виҫҫӗмӗш пайӗ армути тутиллӗ пулса тӑчӗ. Вӑл йӳҫек шыва пула нумай-нумай ҫын вилсе пӗтрӗ.
12 Тӑваттӑмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, хӗвелӗн виҫҫӗмӗш пайӗ, уйӑхӑн виҫҫӗмӗш пайӗ тата ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайӗ сӳнчӗ, тӗттӗмленсе ларчӗ. Ҫавна пула кунӑн виҫҫӗмӗш пайӗ, ҫӗрӗн виҫҫӗмӗш пайӗ пекех, ҫутӑсӑр тӑрса юлчӗ. 13 Унтан эпӗ пӑхрӑм та ҫӳл тӳпере вӗҫсе пыракан ангела куртӑм. Вӑл вӑйлӑ саслӑн: «Юлашки виҫӗ ангел кӑшкӑртма хатӗрленеҫҫӗ, вӗсен трубисен сассисене илтсессӗн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хуйхӑ пулӗ, хуйхӑ, хуйхӑ!» – терӗ.
91 Пиллӗкмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, эпӗ тӳперен ҫӗр ҫине ҫӑлтӑр ӳкнине куртӑм. Ҫӑлтӑрне тӗпсӗрлӗхе уҫмалли ҫӑраҫҫи панӑччӗ. 2 Вӑл вара тӗпсӗрлӗх шӑтӑкне уҫрӗ те, унтан, пысӑк кӑмака анинчен тухнӑ евӗр, тӗтӗм палкаса тухрӗ. Тӗпсӗрлӗхрен йӑсӑрланакан тӗтӗмпе вара хӗвел те, сывлӑш та тӗттӗмленчӗ. 3 Тӗтӗм ӑшӗнчен хӗрлӗ шӑрчӑксем йӑтӑнса тухрӗҫ, вӗсене ҫӗр ҫинчи скорпионӑнни пек вӑй-хӑват панӑччӗ. 4 Анчах та хӗрлӗ шӑрчӑксене ҫӗр ҫинчи ешӗл йывӑҫ-курӑка сӑтӑр тума чарнӑ, ҫамкисем ҫине Турӑ пичечӗ лартса палӑртман ҫынсене ҫеҫ сӑтӑр тума каланӑ. 5 Хӗрлӗ шӑрчӑксене ҫав ҫынсене вӗлерме хушман, вӗсен ҫынсене пилӗк уйӑха яхӑн асап кӑтартмалла пулнӑ. Скорпион сӑхнипе ҫын епле асапланать, хӗрлӗ шӑрчӑксем те ҫавнашкалах асаплантармалла. 6 Ун чухне ҫынсем вилӗм шырӗҫ, анчах ӑна тупаймӗҫ; вилесшӗн пулӗҫ, анчах вилӗм вӗсенчен тарӗ.
7 Хӗрлӗ шӑрчӑксем ҫапӑҫӑва хатӗр ҫар лашисем евӗрлӗччӗ. Вӗсен пуҫӗ ҫинче ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗ пеккиччӗ, сӑнӗпе вара вӗсем этем евӗрлӗрехчӗ. 8 Ҫӑмӗсем вӗсен хӗрарӑм ҫӳҫӗ пек, шӑлӗсем арӑслан шӑлӗ пек. 9 Ҫийӗсенче вӗсен ҫар тумтирӗ пек тимӗр тумтир, ҫуначӗсен шавӗ вара ҫапӑҫӑва ыткӑнакан йышлӑ лашасен тата ҫар ураписен шавӗ-кӗмсӗртетӗвӗ евӗр. 10 Хӗрлӗ шӑрчӑксен хӳри вӗҫӗнче скорпион сӑнни пек сӑнӑ, ҫынсене сӑтӑр тумашкӑн вӗсене пилӗк уйӑха яхӑн ирӗк панӑ. 11 Хӗрлӗ шӑрчӑксен патши – тӗпсӗрлӗх ангелӗ, еврейла ӑна Аваддон теҫҫӗ, грекла – Аполлион . 12 Пӗр хуйхӑ иртрӗ, акӑ, ун хыҫӗнчен тепӗр икӗ хуйхӑ килет.
13 Улттӑмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, вара эпӗ сасӑ илтрӗм. Ҫав сасӑ Турӑ умӗнчи ылтӑн парне вырӑнӗн тӑватӑ мӑйракинчен пӗр харӑс тухать. 14 «Ефрат ятлӑ аслӑ юхан шыв хӗрринчи сӑнчӑрланӑ тӑватӑ ангела ирӗке яр», – терӗ ҫав сасӑ трубаллӑ улттӑмӗш ангела. 15 Вара хайхи тӑватӑ ангела ирӗке ячӗҫ. Вӗсене ҫӗр ҫинчи ҫынсен виҫҫӗмӗш пайне вӗлермешкӗн ҫак сехет, ҫак кун, ҫак уйӑх, ҫак ҫул валли хатӗр тӑратнӑ пулнӑ. 16 Эпӗ утлӑ ҫарӑн хисепне илтрӗм: унӑн йышӗ ик ҫӗр хут пин-пинччӗ. 17 Мана курӑнура лашасемпе юланутҫӑсем акӑ еплерех курӑнчӗҫ. Вӗсем ҫинче вут пек хӗрлӗ, гиацинт пек кӑвак, кӳкӗрт пек сарӑ ҫар тумтирӗ. Лашисен пуҫӗсем арӑслан пуҫӗ пек, ҫӑварӗсенчен вутпа тӗтӗм тата кӳкӗрт чашласа тухать. 18 Вӗсен ҫӑварӗсенчен тухакан ҫак виҫӗ инкекпе – вутпа, тӗтӗмпе тата кӳкӗртпе – ҫынсен виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ. 19 Лашисен вӑй-хӑвачӗ ҫӑварӗсемпе хӳрисенчеччӗ, хӳрисем вара ҫӗленсем пекчӗ. Вӗсем ҫав ҫӗлен пуҫлӑ хӳрисемпе сӑха-сӑха ҫынсене пӗтеретчӗҫ.
20 Ҫак виҫӗ инкекпе вилмесӗр юлнисем хӑйсен ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнмерӗҫ. Вӗсем усал сывлӑшсене тата ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, чул, йывӑҫ кӗлеткесене – курма та, илтме те, ҫӳреме те пултарайманскерсене – пурпӗрех пуҫҫапма пӑрахас темерӗҫ. 21 Хӑйсем ҫын вӗлернӗшӗн те, тухатнӑшӑн та, аскӑнланнӑшӑн та, вӑрланӑшӑн та пурпӗрех ӳкӗнмерӗҫ.
10Ҫыру тӗркемӗ тытнӑ ангел
1 Унтан эпӗ тӳперен анакан тепӗр хӑватлӑ ангела куртӑм. Вӑл пӗлӗтпе чӗркеннӗччӗ, пуҫӗ ҫинче асамат кӗперӗ тӑратчӗ. Хӑйӗн пичӗ хӗвел пек ҫиҫетчӗ, урисем вут юпа евӗрлӗччӗ. 2 Аллинче унӑн пысӑках мар, уҫӑ ҫыру тӗркемӗччӗ. Сылтӑм урипе вӑл тинӗс ҫине пусрӗ, сулахаййипе – ҫӗр ҫине, 3 унтан арӑслан сасси пек вӑйлӑ саслӑн кӑшкӑрса ячӗ. Ун сассине хирӗҫ ҫичӗ аслати сасӑ пачӗ. 4 Ҫичӗ аслати сасӑ парсассӑн эпӗ ҫырма хатӗрлентӗм, анчах та тӳперен: «Ҫичӗ аслати мӗн каланине ҫырса ан хур, никама та ан пӗлтер», – тени илтӗнчӗ. 5 Унтан эпӗ ҫакна куртӑм: хайхи хӑрах урипе тинӗс ҫине пуснӑ, хӑраххипе ҫӗр ҫине пуснӑ ангел аллине тӳпенелле ҫӗклерӗ. 6 Вара вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакан ячӗпе, тӳпепе тӳперине, ҫӗрпе ҫӗр ҫинчине, тинӗспе тинӗсрине йӑлтах Пултаракан ячӗпе тупа туса: «Ӗнтӗ урӑх вӑхӑт юлмарӗ, – терӗ. 7 – Ҫиччӗмӗш ангел трубине кӑшкӑртма хатӗрленсен, кӑшкӑртса ярсан, Туррӑн вӑрттӑнлӑхӗ пулса ҫитӗ. Ун ҫинчен Вӑл Хӑйӗн чурисене, пророксене, малтанах пӗлтернӗ».
8 Вара маларах мана тӳперен илтӗннӗ сасӑ каллех манпа калаҫа пуҫларӗ: «Кай та хӑрах урипе тинӗс ҫинче, хӑраххипе ҫӗр ҫинче тӑракан ангел аллинчи уҫӑ ҫыру тӗркемне ил», – терӗ. 9 Эпӗ ангел патне пытӑм та: «Ҫыру тӗркемне мана парсамччӗ», – терӗм. «Илех, ҫисе яр ӑна, – тавӑрчӗ вӑл. – Ӑна ҫисен, туту-ҫӑварунта пыл тути калӗ, анчах та ӑш-чиккӳне йӳҫек касӗ». 10 Эпӗ ангел аллинчи ҫыру тӗркемне илтӗм те ӑна ҫисе ятӑм. Ҫинӗ чухне тута-ҫӑварӑмра пыл тути каларӗ, анчах та ӑш-чикӗме йӳҫек касса кайрӗ. 11 «Санӑн тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсемпе ӑрусем ҫинчен, патшасем ҫинчен пророкла каласа татах пӗлтермелле пулӗ», – терӗ вара мана ангел.
11Икӗ пророк
1 Мана виҫе карчӗсем картнӑ патак евӗрлӗ туя пачӗҫ. Унтан ҫапла каларӗҫ: «Тӑр та Турӑ Ҫурчӗпе парне вырӑнне виҫсе тух, унта пуҫҫапакансем миҫен пулнине те шутла. 2 Турӑ Ҫурчӗн тулаш картишне вара шута ан ил, мӗншӗн тесен вӑл чӑн Турра пӗлмен халӑхсем валли. Вӗсем сӑваплӑ хулара хӗрӗх икӗ уйӑх хушши хуҫаланӗҫ. 3 Эпӗ Хамӑн икӗ пророкӑма хӑват парӑп. Вӗсем, ӳкӗнӳ тумтирӗ тӑхӑнса, пин те ик ҫӗр утмӑл кун хушши пророкла каласа вӗрентӗҫ». 4 Ҫав пророксем – ҫӗре тытса тӑракан Турӑ умӗнчи икӗ ҫу йывӑҫҫи, икӗ ҫутаткӑҫ. 5 Кам та пулин пророксене сӑтӑр тӑвас тесен, вӗсен ҫӑварӗнчен вут-ҫулӑм тухӗ те тӑшманӗсене кӗллентерӗ. Пророксене сӑтӑр тӑвас текенсем вилӗме тивӗҫлӗ. 6 Хӑйсем пророкла калаҫнӑ чухне, ҫӗр ҫине ҫӑвакан ҫумӑра чармашкӑн, вӗсем тӳпене хупма та пултараҫҫӗ. Кӑмӑлӗсем пулсан, вӗсем юхан шывсене юн тума, ҫӗр ҫине тем тӗрлӗ чир-чӗр яма та пултараҫҫӗ. Вӗсене ҫавнашкал ирӗк панӑ. 7 Вӗсем хӑйсен пророкла сӑмахне вӗҫлесен, тӗпсӗрлӗхрен тискер кайӑк тухӗ те, вӗсемпе ҫапӑҫса, ҫӗнтерӗ; вӗсене вӗлерӗ. 8 Вара вӗсен виллисем аслӑ хула урамӗнче выртӗҫ. Вӑл хулана ытарлӑн Содом теҫҫӗ, Египет теҫҫӗ; Хуҫамӑра ҫавӑнта пӑталанӑ. 9 Тӗрлӗ чӗлхеллӗ мӗн пур халӑх, йӑх-ӑру ҫыннисем виҫӗ кун ҫурӑ хушши вилесене курма ҫӳрӗҫ, вӗсен ӳчӗсене тупӑклӑха хуртармӗҫ. 10 Ҫав пророксем пурӑнни ҫынсемшӗн асап пек пулнӑ. Ҫавӑнпа ҫӗр ҫинче пурӑнакансем вӗсем вилнишӗн савӑнӗҫ, пӗр-пӗрне парнесем парӗҫ. 11 Анчах та виҫӗ кун ҫурӑран Турӑ пророксем ӑшне Хӑйӗн чӗрӗлӗх сывлӑшне кӗртрӗ, вара вӗсем урисем ҫине тӑчӗҫ. Ҫакна куракансем хӑраса-чӗтресе ӳкрӗҫ. 12 Унтан икӗ пророкӗ те тӳперен хӑватлӑ сасӑ илтрӗҫ. «Кунта хӑпарӑр!» – терӗ вӗсене сасӑ. Вара тӑшманӗсен куҫӗ умӗнчех вӗсем, пӗлӗт ҫине ларса, тӳпене ҫӗкленчӗҫ. 13 Ҫав самантрах вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ те, хулан вуннӑмӗш пайӗ ишӗлсе анчӗ. Ҫӗр чӗтреннипе ҫичӗ пин ҫын вилчӗ. Ыттисем вара, вилесле хӑраса ӳксе, Ҫӳлти Турра мухтарӗҫ. 14 Иккӗмӗш хуйхӑ иртрӗ. Анчах та, акӑ, виҫҫӗмӗш хуйхӑ ҫитет.
Ҫиччӗмӗш труба
15 Ҫиччӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртсан, тӳпере вӑйлӑ сасӑсем янӑраса кайрӗҫ. «Ҫӗр ҫинчи патшалӑх Хуҫа Туррӑмӑрпа Унӑн Христосӗн патшалӑхӗ пулса тӑчӗ! Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Патша пулӗ!» – терӗҫ сасӑсем. 16 Вара Турӑ умӗнчи хӑйсен престолӗсем ҫинче ларакан ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ӳпне ӳксе Турра пуҫҫапрӗҫ. 17 Вӗсем ҫапла каласа кӗлтурӗҫ: «Эй, Хуҫамӑр, Пурне те тытса тӑракан Турӑҫӑм, Эсӗ пур, пулнӑ, пулӑн! Эпир Сана хӑватлӑ вӑй илсе Патшана ларнӑшӑн тав тӑватпӑр. 18 Чӑн Турра пӗлмен халӑхсем урсах кайнӑччӗ, халӗ ӗнтӗ Санӑн ҫиллӳ ҫитрӗ. Вилнисене суд тума, Хӑвӑн чурусене, пророксене тата сӑваплисене, Хӑвӑн ятунтан хӑракансене – аслисемпе кӗҫӗннисене те – хӑйсем тивӗҫнине тавӑрса пама вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫӗре пӗтерекенсене пӗтерме вӑхӑт ҫитрӗ!» 19 Унтан тӳпери Турӑ Ҫурчӗ уҫӑлчӗ те, Турӑ Ҫуртӗнчи Унӑн халалӗн арчи курӑнса кайрӗ. Вара ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, аслати сасси кӗрлерӗ, ҫӗр чӗтренчӗ тата шултра пӑр ҫурӗ.
12Хӗрарӑмпа аҫтаха
1 Унтан тӳпере тӗлӗнмелле паллӑ – хӗвел тумтирлӗ хӗрарӑм – курӑнчӗ. Унӑн ури айӗнче уйӑх, пуҫӗ ҫинче вун икӗ ҫӑлтӑртан тунӑ пуҫ кӑшӑлӗ. 2 Ҫав хӗрарӑм, ача ҫуратма вӑхӑчӗ ҫитнӗскер, тертленсе кӑшкӑрать. 3 Унтан тӳпере тепӗр паллӑ курӑнчӗ: ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ, ҫичӗ пуҫ кӑшӑллӗ пысӑк та хӗрлӗ аҫтаха. 4 Вӑл хӳрипеле сулчӗ те тӳпери ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайне ҫӗр ҫине шӑлса тӑкрӗ. Хӗрарӑм ҫуратсассӑнах унӑн ачине ҫисе ярасшӑн пулса, аҫтаха хӗрарӑм умне тӑчӗ. 5 Хӗрарӑм ывӑл ача ҫуратрӗ. Ҫав ывӑлӑн мӗн пур халӑхсене тимӗр туяпа пӑхмалла пулӗ. Ҫавӑнпа та ывӑл ачана Турӑ патне, Унӑн престолӗ патне илчӗҫ. 6 Вара хӗрарӑм пуш хире тарчӗ. Унта Турӑ ун валли вырӑн хатӗрлесе хунӑ, ҫавӑнта хӗрарӑма пин те ик ҫӗр утмӑл кун хушши пӑхса усрамалла пулнӑ.
7 Унтан тӳпере вӑрҫӑ пуҫланса кайрӗ. Михаилпа унӑн ангелӗсем аҫтахапа ҫапӑҫрӗҫ. Аҫтахапа унӑн ангелӗсем те ӑна хирӗҫ вӑрҫма тухрӗҫ. 8 Анчах та вӗсем, ҫӗнтереймен пирки, тӳпери хӑйсен вырӑнне ҫухатрӗҫ. 9 Ҫапла вара пысӑк аҫтахана, шуйттан тата сатана теекен авалхи ҫӗлене, пӗтӗм ҫут тӗнчене илӗртсе улталаканскере, ҫӗр ҫине ҫапса антарчӗҫ. Хӑйӗнпе пӗрле тата унӑн ангелӗсене те ҫӗре ӳкерчӗҫ. 10 Унтан эпӗ тӳперен ҫапла калакан вӑйлӑ сасӑ илтрӗм: «Ӗнтӗ Туррӑмӑрӑн ҫӑлас вӑхӑчӗ, хӑвачӗ, патшалӑхӗ ҫитрӗ; ӗнтӗ Унӑн Христосӗн влаҫӗ ҫитрӗ. Мӗншӗн тесен ӗненекен тӑванӑмӑрсем ҫинчен Туррӑмӑра кунӗн-ҫӗрӗн элек паракан элекҫӗне ҫапса антарчӗҫ. 11 Вӗсем ӑна Путек Юнӗпе тата хӑйсем каласа пӗлтернӗ сӑмахпа ҫӗнтерчӗҫ, вилӗмрен хӑрамасӑр пурӑнӑҫне шеллемерӗҫ. 12 Эй, ҫӳлти тӳпе! Эй, ҫӳлте пурӑнакансем! Халӗ ӗнтӗ савӑнмаллипе савӑнӑр! Анчах та сире, ҫӗрпе тинӗс ҫинче пурӑнакансене, хуйхӑ пулӗ, мӗншӗн тесен сирӗн патӑра шуйттан анчӗ! Хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал пулнине пӗлнӗрен вӑл хаярлӑхпа тулса ҫитрӗ!»
13 Аҫтаха, хӑйне ҫӗр ҫине ҫапса антарнине туйса илсен, ывӑл ача ҫуратнӑ хӗрарӑма йӗрлеме тытӑнчӗ. 14 Анчах та хӑйӗн валли хатӗрленӗ пуш хирти вырӑна вӗҫсе каймашкӑн хӗрарӑма пысӑк ӑмӑрт кайӑкӑн икӗ ҫунатне панӑ пулнӑ. Ҫавӑнта, ҫӗленрен аякра, ӑна виҫӗ ҫул ҫурӑ пӑхса усрамалла пулнӑ. 15 Вара, хӗрарӑма шывпа юхтарса ярас тесе, ун хыҫӗнчен хайхи ҫӗлен хӑйӗн ҫӑварӗнчен юхан шыв пек шыв кӑларса ячӗ. 16 Анчах та хӗрарӑма ҫӗр пулӑшрӗ: вӑл уҫӑлчӗ те аҫтаха ҫӑварӗнчен тухнӑ юхан шыва ҫӑтса ячӗ. 17 Вара хӗрарӑма тарӑхса ҫитнӗ аҫтаха хӗрарӑм йӑхӗнчи ытти ҫынсемпе, Турӑ пил-хушӑвӗсене тата Иисус Христос вӗрентӗвне тытса пыракансемпе, ҫапӑҫма кайрӗ.
13Икӗ тискер кайӑк
1 Тинӗс хӗрринчи хӑйӑр ҫинче тӑнӑ чухне эпӗ тинӗсрен тухакан ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑка куртӑм. Мӑйракисем ҫинче унӑн вунӑ пуҫ кӑшӑлӗччӗ, кашни пуҫӗ ҫинех Турра хурлакан пӗрер ят ҫырнӑ. 2 Манӑн умри тискер кайӑк барс евӗрлӗрехчӗ. Урисем унӑн упан пек, ҫӑварӗ арӑсланӑн пек. Аҫтаха ӑна хӑйӗн вӑйне, престолне тата пуҫ пулмалли аслӑ ирӗкне панӑ. 3 Пӑхрӑм та, унӑн пуҫӗсенчен пӗри вилмеллех аманнӑ пек курӑнчӗ, анчах та ҫав вилмеллех суран тӳрленчӗ. Тискер кайӑка курнипе пӗтӗм тӗнче тӗлӗнчӗ. Вара пурте тискер кайӑка вӑй-хӑват панӑ аҫтахана пуҫҫапрӗҫ. Унтан тискер кайӑка ҫапла каласа пуҫҫапрӗҫ: «Ҫак тискер кайӑк пекки урӑх пур-и? Кам унпа ҫапӑҫма пултарайӗ?»
5 Тискер кайӑка мӑнкӑмӑлланса калаҫмалӑх, Турра хурламалӑх чӗлхе-ҫӑвар тата хӗрӗх икӗ уйӑх хушши усал тумалӑх ирӗк панӑччӗ. 6 Вара вӑл Турӑ ятне, Вӑл пурӑнакан вырӑна, тӳпере пурӑнакансене хур тӑвас тесе, Турра хурлама ҫӑварне уҫрӗ. 7 Тата ҫак тискер кайӑка сӑваплисемпе ҫапӑҫма, вӗсене ҫӗнтерме, тӗрлӗ йӑх-ӑрусемпе, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑхсемпе пуҫ пулма ирӗк панӑччӗ. 8 Тӗнчене пултаричченех пусса Турра кӳнӗ Путекӗн пурӑнӑҫ кӗнекине ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен камӑн ятне ҫырса хуман, ҫавсем пурте ӑна пуҫҫапӗҫ. 9 Илтме хӑлха пурри илттӗр. 10 Тыткӑна илсе каякана хӑйне тыткӑна илсе кайӗҫ; хӗҫпе вӗлерекене хӑйне хӗҫпе вӗлерӗҫ . Ҫав саманара сӑваплисен чӑтӑмлӑ та ҫирӗп ӗненӳллӗ пулмалла.
11 Унтан эпӗ ҫӗр ӑшӗнчен тухакан тепӗр тискер кайӑка куртӑм. Унӑн Путекӗнни пек икӗ мӑйрака, калаҫасса хӑй аҫтаха пек калаҫать. 12 Пӗрремӗш тискер кайӑкӑн вӑй-хӑватне ӑна та панӑ, вӑл – пӗрремӗш тискер кайӑк умӗнче ӗҫлесе тӑраканӗ, пулӑшаканӗ. Ҫавскер пӗтӗм ҫӗре, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене вилмеллех аманса тӳрленнӗ тискер кайӑка пуҫҫаптарасшӑн. 13 Вӑл тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартать: ҫынсен куҫӗ умӗнчех тӳперен ҫӗр ҫине вут-ҫулӑм антарать. 14 Пӗрремӗш тискер кайӑк умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартса, вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене илӗртсе улталать. Вӑл ҫынсене хӗҫпе суранланнӑ, анчах та чӗрӗ тискер кайӑкӑн сӑнарне ӑсталама хистет. 15 Ҫав сӑнар калаҫма та, хӑйне пуҫҫапас теменнисене вӗлерттерме те пултартӑр тесе, иккӗмӗш тискер кайӑка малтанхин сӑнарӗ ӑшне чун вӗрсе кӗртме ирӗк панӑ. 16 Вӑл пур ҫынсене те: аслисемпе кӗҫӗннисене те, пуянсемпе чухӑнсене те, ирӗклисемпе чурасене те – сылтӑм алли е ҫамки ҫине ҫыру палли лартма хистет. 17 Камӑн ҫак ҫыру палли ҫук, вӑл сутма та, илме те пултараймасть. Ҫыру паллинче тискер кайӑкӑн ятне е ҫав ята палӑртакан хисепе ҫырнӑ. 18 Кунта ӑслӑлӑх кирлӗ. Камӑн ӑсӗ пур, вӑл тискер кайӑк ятне палӑртакан хисепе хӑех тавҫӑрса илтӗр. Ҫав хисеп – этемле хисепех: улт ҫӗр утмӑл улттӑ.
14Путек Сион тӑвӗ ҫинче
1 Унтан эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, Сион тӑвӗ ҫинче Путек тӑнине куртӑм. Унпа пӗрле тата ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫынччӗ. Вӗсен ҫамкисем ҫинче Унӑн Ашшӗн ячӗччӗ . 2 Вара тӳперен шыв кӗрленӗ пек, вӑйлӑ аслати сасси пек сасӑ илтрӗм. Тата кӗслисене каласа ларакан кӗслеҫӗсен сасси пек сасӑ илтрӗм. 3 Престолпа тӑватӑ чӗр чун умӗнче, ватӑсем умӗнче ҫав ҫынсем ҫӗнӗ юрӑ пек юрӑ юрлаҫҫӗ. Ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫ тыткӑнӗнчен тӳлесе илнӗ ҫав ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫынсӑр пуҫне никам та ку юрра юрлама пултараймарӗ. 4 Юрлаканӗсем хӗрарӑмпа ҫывӑрса вараланман, таса ҫынсем. Путек кирек ӑҫта кайсассӑн та, вӗсем Ун хыҫӗнчен ҫӳреҫҫӗ. Вӗсене Турӑпа Путекӗн малтанхисем пулмашкӑн ҫынсем хушшинчен суйласа, тӳлесе илнӗ. 5 Вӗсен чӗлхи-ҫӑварӗ суялӑха пӗлмест: Турӑ престолӗ умӗнче вӗсем таса.
Виҫӗ ангел
6 Унтан эпӗ ҫӳл тӳпере вӗҫсе иртекен тепӗр ангела куртӑм. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ йӑх-ӑрӑва, халӑха пӗлтермешкӗн ҫав ангелӑн ӗмӗрлӗх Ырӑ Хыпар пурччӗ. 7 Вара вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Турӑран хӑрӑр, Ӑна мухтӑр, мӗншӗн тесен Унӑн суд тумалли вӑхӑчӗ ҫитрӗ. Тӳпене, ҫӗре, тинӗсе тата ҫӑлкуҫсене Пултаракана пуҫҫапӑр!»
8 Ун хыҫӗнчен тепӗр ангел вӗҫсе иртрӗ. «Аслӑ хула Вавилон тӗп пулчӗ, тӗп пулчӗ! Мӗншӗн тесен ҫав хула хӑй аскӑнлӑхӗн хаяр эрехне мӗн пур халӑхсене ӗҫтерчӗ!» – терӗ ҫав ангел.
9 Вара ун хыҫӗнчен виҫҫӗмӗш ангел вӗҫсе иртрӗ. Вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Кам тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне пуҫҫапать, кам хӑйӗн ҫамки е алли ҫине тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттарать, 10 ҫавӑн Турӑ тарӑхӑвӗн куркинче хатӗрленӗ Турӑ ҫиллин хаяр эрехне ӗҫме тивӗ. Ӑна святой ангелсемпе Путек куҫӗ умӗнчех вутлӑ кӳкӗрт ӑшӗнче асаплантарӗҫ. 11 Ҫав асап вучӗн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗр йӑсӑрланса тӑрӗ. Тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне пуҫҫапакансем, унӑн ятне ҫыртарма килӗшнисем кунӗн-ҫӗрӗн канлӗх тупаймӗҫ. 12 Ҫавӑнпа Турӑ пил-хушӑвӗсене тытса пыракан, Иисуса ӗненекен сӑваплӑ ҫынсене тӳсӗмлӗх кирлӗ пулӗ».
13 Унтан эпӗ тӳперен хама ҫапла калакан сасӑ илтрӗм: «Ҫырса хур, – терӗ ҫав сасӑ, – Хуҫамӑра ӗненсе вилнисем, ҫак вӑхӑтран пуҫласа, телейлӗ пулӗҫ». «Чӑнах та ҫапла, – тет Сывлӑш, – вӗсем ӗнтӗ хӑйсен ӗҫӗсенчен канӗҫ, мӗншӗн тесен ӗҫӗсем хӑйсемех вӗсем ҫинчен калӗҫ».
Вырма вӑхӑчӗ
14 Вара эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, шурӑ пӗлӗт куртӑм. Пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскер ларать; пуҫӗ ҫинче – ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗ, аллинче – ҫивӗч ҫурла. 15 Унтан тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчен тепӗр ангел тухрӗ те пӗлӗт ҫинче ларакана вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Ҫурлуна ил те вырмашкӑн пуҫла, мӗншӗн тесен вырма вӑхӑчӗ ҫитрӗ, ҫӗр ҫинче тыр-пул пулса ҫитнӗ!» 16 Вара пӗлӗт ҫинче лараканӗ ҫурлипе ҫӗр ҫийӗн сулса ячӗ те ҫӗр ҫинчи тыр-пула вырса илчӗ.
17 Кайран тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчен ҫурлаллӑ урӑх ангел тухрӗ, унӑн та ҫурли ҫивӗччӗ. 18 Тата тепӗр ангелӗ, вутпа пуҫ пулма ирӗк илнӗскер, парне вырӑнӗ патӗнчен пычӗ. Вара вӑл ҫивӗч ҫурлаллӑ ангела хыттӑн кӑшкӑрса ҫапла каларӗ: «Ҫивӗч ҫурлуна ил те ҫӗр ҫинчи иҫӗм ҫырли сапакисене кас, мӗншӗн тесен иҫӗм ҫырли пиҫсе ҫитнӗ!» 19 Хайхи ангел ҫурлипе ҫӗр ҫийӗн сулса ячӗ те иҫӗм ҫырлине касса пуҫтарса илчӗ. Вара ӑна Турӑ ҫиллин пысӑк юхтаркӑчне пӑрахрӗ. 20 Ҫав ҫырлана вара хула тулашӗнчи сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑчра таптарӗҫ, юхтаркӑчран юн тапса тухрӗ. Ҫав юн, лаша йӗвенӗ таран тулса, виҫ ҫӗр ҫухрӑма яхӑн сарӑлса юхрӗ.
15Юлашки инкексем
1 Унтан эпӗ тӳпере хӑватлӑ та тӗлӗнмелле тепӗр паллӑ асӑрхарӑм: унта юлашки ҫичӗ инкеклӗ ҫичӗ ангел курӑнчӗҫ. Ҫав юлашки инкексемпе Турӑ ҫилли иртсе каймалла. 2 Эпӗ темскер, вутпа хутӑштарнӑ кӗленче тинӗс евӗрлӗскер, куртӑм. Ҫав кӗленче тинӗс ҫинче тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне, ҫыру паллипе унӑн ячӗн хисепне ҫӗнтернисем тӑраҫҫӗ. Вӗсем, Турӑ кӗслине тытса, 3 Турӑ чурин Моисейӑн тата Путекӗн юррине ҫапла каласа юрлаҫҫӗ: «Эй, Хуҫамӑр, Пурне те тытса тӑракан Туррӑмӑр, Санӑн ӗҫӳсем аслӑ та тӗлӗнмелле! Эй, сӑваплисен Патши! Санӑн ҫулусем тӳрӗлӗхлӗ те чӑн! 4 Эй, Хуҫамӑр! Кам Санран хӑрамасӑр тӑрайтӑр? Кам Санӑн ятна мухтамӗ? Мӗншӗн тесен Эсӗ пӗртен-пӗр таси. Мӗн пур халӑхсем Сана пырса пуҫҫапӗҫ, мӗншӗн тесен Санӑн тӳрӗлӗхӳ куҫкӗретех!»
5 Унтан эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, тӳпере Турӑ Ҫурчӗ – Таса кӗлӗ чатӑрӗ – уҫӑлнине куртӑм. 6 Вара тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчен ҫичӗ инкеклӗ ҫичӗ ангел тухрӗҫ. Вӗсем таса та шурӑ йӗтӗн тумтир тӑхӑннӑ, кӑкӑр урлӑ ылтӑн хӑю ҫыхнӑ. 7 Вара ҫичӗ чӗр чунтан пӗри ҫичӗ ангела ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакан Туррӑн ҫиллипе тултарнӑ ҫичӗ ылтӑн курка пачӗ. 8 Ҫавӑнтах тӳпери Турӑ Ҫурчӗ Турӑ мухтавӗн, Унӑн вӑй-хӑвачӗн тӗтӗмӗпе тулса ларчӗ. Ҫичӗ ангел аллинчи ҫичӗ инкек иртмесӗр ҫав Турӑ Ҫуртне кӗме никам та пултараймарӗ.
16Турӑ ҫиллин куркисем
1 Унтан эпӗ Турӑ Ҫуртӗнче вӑйлӑ сасӑ янӑраса кайнине илтрӗм. «Кайӑр та, – терӗ ҫав сасӑ ҫичӗ ангела, – Турӑ ҫиллин ҫичӗ куркине ҫӗр ҫине тӑкӑр».
2 Пӗрремӗш ангелӗ кайрӗ те хӑй куркине ҫӗр ҫине тӑкрӗ. Ҫав самантрах тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттарнӑ, унӑн сӑнарне пуҫҫапакан ҫынсен ӳчӗ пӳрлӗ, хӑрушӑ та йӗрӗнмелле суранпа витӗнчӗ.
3 Иккӗмӗш ангелӗ хӑй куркине тинӗсе тӑкрӗ. Ҫав самантрах тинӗс шывӗ вилнӗ ҫын юнӗ евӗрлӗ пулса тӑчӗ. Тинӗсри мӗн пур чӗрӗ чун вилсе пӗтрӗ.
4 Виҫҫӗмӗш ангел хӑй куркине юхан шывсемпе ҫӑлкуҫсем ҫине тӑкрӗ, вара вӗсем те юн пулса тӑчӗҫ. 5 Унтан эпӗ шыв ангелӗ ҫапла каланине илтрӗм: «Эй, Хуҫамӑр! Эсӗ пур, яланах пулнӑ. Эсӗ тӗрӗслӗхлӗ те таса, мӗншӗн тесен ҫапла суд турӑн. 6 Сӑваплисемпе пророкусен юнне юхтарнӑшӑн Эсӗ вӗсене юн ӗҫтертӗн. Вӗсем ҫавна тивӗҫлӗ те». 7 Вара эпӗ парне вырӑнӗ енчен тепӗр сасӑ илтрӗм. «Эй, Хуҫамӑр, Пурне те тытса тӑракан Туррӑмӑр! Санӑн суду тӳрӗлӗхлӗ те чӑн!» – терӗ ҫав сасӑ.
8 Тӑваттӑмӗш ангелӗ хӑй куркине хӗвел ҫине тӑкрӗ. Хӗвеле ҫӗр ҫинчи ҫынсене ҫунтарса яма ирӗк панӑччӗ. 9 Ӗнтӗ ҫынсене вӑйлӑ шӑрӑх ҫунтара пуҫларӗ, анчах та вӗсем, ӳкӗнсе Турра мухтас вырӑнне, инкексене пӗтерме пултаракан Турӑ ятне хурларӗҫ.
10 Пиллӗкмӗш ангел хӑй куркине тискер кайӑк престолӗ ҫине тӑкрӗ. Ҫав самантрах тискер кайӑк патшалӑхӗ пӗтӗмпех сӗм-тӗттӗмлӗх ӑшне путрӗ. Асапа тӳсеймесӗр ҫынсем чӗлхисене ҫырта-ҫырта лартрӗҫ. 11 Анчах та, хӑйсен ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнес вырӑнне, вӗсем инкек-асапӗсемшӗн Ҫӳлти Турра хурларӗҫ.
12 Улттӑмӗш ангел хӑй куркине аслӑ Ефрат юхан шывне тӑкрӗ. Вара, хӗвел тухӑҫӗнчен килекен патшасемшӗн ҫул хатӗр пултӑр тесе, Ефрат шывӗ типсе ларчӗ. 13 Ҫавӑн чухне эпӗ пӑхрӑм та аҫтаха ҫӑварӗнчен, тискер кайӑк ҫӑварӗнчен тата суя пророк ҫӑварӗнчен шапа евӗрлӗ виҫӗ усал сывлӑш тухнине куртӑм. 14 Кусем – тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан усал сывлӑшсем. Пурне те тытса тӑракан Туррӑн ҫак аслӑ кунӗнче патшасене вӑрҫа пухас тесе, усал сывлӑшсем пӗтӗм тӗнчери ҫӗр-шывсен патшисем патне тухаҫҫӗ. 15 Итлӗр! Эпӗ, вӑрӑ пек, кӗтмен ҫӗртен пырӑп. Сыхӑ тӑракан, ҫарамас тӑрса юлса намӑса кӑтартас марччӗ тесе, тумтирне упраса пурӑнакан телейлӗ! 16 Вара патшасене пӗр ҫӗре, еврейла Армагеддон текен вырӑна, пухрӗҫ.
17 Ҫиччӗмӗш ангел хӑй куркине сывлӑша тӑкрӗ. Ҫав самантрах тӳпери Турӑ Ҫурчӗн престолӗ патӗнчен: «Мӗн пулмалли пулчӗ!» – текен вӑйлӑ сасӑ илтӗнчӗ. 18 Вара ҫиҫӗмсем ялтӑртатма пуҫларӗҫ, аслати кӗрлесе авӑтрӗ. Ҫав тери вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ. Кунашкалли этем ҫӗр ҫинче пурӑнма пуҫланӑранпа та пулман! 19 Аслӑ хула виҫӗ пая арканса кайрӗ, чӑн Турра пӗлмен халӑхсен хулисем ишӗлсе анчӗҫ. Аслӑ Вавилон хулине те, Хӑйӗн ҫиллин куркине ӗҫтерес тесе, Турӑ Хӑй асӗнчех тытрӗ. 20 Мӗн пур утравсем ҫухалчӗҫ, тусем тӑрса юлмарӗҫ. 21 Ҫынсем ҫине пӗлӗтрен темиҫе пӑт йывӑрӑш пӑр катӑкӗсем ҫурӗҫ. Ҫынсем, ҫакнашкал пӑр ҫунин инкекӗ пит пысӑк пулнӑран, асапа тӳсеймесӗр, Турра ылханчӗҫ.
17Аскӑн хӗрарӑмпа тискер кайӑк
1 Унтан ҫичӗ куркаллӑ ҫичӗ ангелтан пӗри ман патӑма пычӗ те ҫапла каларӗ: «Курсам, эпӗ сана нумай юхан шыв ҫинче ларакан аскӑнран та аскӑн хӗрарӑма епле суд тунине кӑтартӑп». 2 Ҫӗр ҫинчи патшасем унпа асса пурӑнчӗҫ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем унӑн ясарӗн эрехӗпе ӳсӗр ҫӳрерӗҫ». 3 Вара мана, Святой Сывлӑш витӗмӗпе, ангел пуш хире ертсе кайрӗ. Унта эпӗ йӑм-хӗрлӗ тискер кайӑк ҫине утланнӑ хӗрарӑма куртӑм. Тискер кайӑкӗ ҫине йӑлтах Турра хурлакан ятсем ҫырса тултарнӑ, хӑй ҫичӗ пуҫлӑ та вунӑ мӑйракаллӑ. 4 Хӗрарӑмӗ тӗксӗм хӗрлӗ хӑмач тумтир тӑхӑннӑ, ылтӑн капӑрчӑксемпе, хаклӑ йышши чулсемпе, ӗнчӗпе илемленнӗ. Аллине хӑй ылтӑн курка тытнӑ, курка тулли вара – унӑн аскӑнлӑхӗн ирсӗрлӗхӗпе тасамарлӑхӗ. 5 Ҫамки ҫине вӑрттӑн пӗлтерӗшлӗ ят ҫырса хунӑ: «Ҫӗр ҫинчи аскӑн хӗрарӑмсен, ирсӗрлӗхсен амӑшӗ – аслӑ хула Вавилон». 6 Эпӗ пӑхрӑм та – ҫак хӗрарӑм сӑваплисен юнне, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенсен юнне ӗҫнипе ӳсӗррине куртӑм. Ӑна курсассӑн вара тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм. 7 «Эсӗ мӗншӗн тӗлӗнетӗн? – тесе ыйтрӗ манран ангел. – Эпӗ сана ҫак хӗрарӑм тата вӑл утланнӑ ҫичӗ пуҫлӑ та вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑк мӗне пӗлтернине ӑнлантарса парӑп. 8 Ҫак эсӗ курнӑ тискер кайӑк чӗрӗччӗ, халӗ вӑл вилӗ. Анчах та вӑл тӗпсӗрлӗхрен каллех чӗрӗлсе тухӗ те тӗп пулӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен камсен ятне тӗнче пуҫланнӑранпах пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хуман, ҫавсем тискер кайӑка курсан тӗлӗнӗҫ. Мӗншӗн тесен вӑл чӗрӗччӗ, халӗ вилӗ, унтан каллех чӗрӗлсе тухӗ. 9 Ҫакна ӑнланма ӑслӑлӑх кирлӗ. Тискер кайӑкӑн ҫичӗ пуҫӗ хӗрарӑм ларакан ҫичӗ сӑрта 10 тата ҫичӗ патшана пӗлтерет. Ҫиччӗшӗнчен пиллӗкӗшӗ пӗтнӗ ӗнтӗ, пӗри ҫаплах патшара ларать, юлашки вара ҫӗр ҫине килмен-ха. Анчах та вӑл, килсессӗн те, нумайлӑха тытӑнса тӑраймӗ. 11 Тахҫан чӗрӗ пулнӑ, халӗ вилӗ тискер кайӑк ҫичӗ патшаран пӗрне, саккӑрмӗшне пӗлтерет. Вӑл та тӗп пулӗ. 12 Эсӗ курнӑ вунӑ мӑйрака вунӑ патшана пӗлтерет. Хальлӗхе вӗсем патшана ларайман-ха, анчах та тискер кайӑкпа пӗрле вӗсем пӗр самантлӑх влаҫра пулса курӗҫ. 13 Вунӑ патшин те пӗр шухӑш. Вӗсем хӑйсен вӑй-хӑватне, влаҫне тискер кайӑка парас теҫҫӗ. 14 Вӗсем Путекпе ҫапӑҫӗҫ, анчах та Путек вӗсене ҫӗнтерӗ. Мӗншӗн тесен Вӑл – хуҫасенӗн Хуҫи, патшасенӗн Патши. Унпа пӗрле вара – Хӑй чӗнсе илнисем, суйласа илнисем, шанчӑклисем».
15 Унтан ангел мана ҫапла каларӗ: «Хайхи эсӗ курнӑ аскӑн хӗрарӑм ларакан юхан шывсем тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑха, тӗрлӗ йӑх-ӑрӑва пӗлтереҫҫӗ. 16 Эсӗ курнӑ тискер кайӑкӑн вунӑ мӑйраки аскӑн хӗрарӑма курайми пулӗҫ, ӑна ҫаратса ҫаппа-ҫарамас хӑварӗҫ, ӑна ҫийӗҫ, вутра ҫунтарӗҫ. 17 Мӗншӗн тесен Турӑ вунӑ мӑйракана – ҫав вунӑ патшана – Хӑйӗн ирӗкне тутарӗ: Турӑ сӑмахӗ пурнӑҫланиччен вӗсен тискер кайӑка пуҫ пулма ирӗк памалла. 18 Эсӗ курнӑ хӗрарӑм вара ҫӗр ҫинчи патшасемпе хуҫаланакан аслӑ хулана пӗлтерет».
18Вавилон хулине пӗтерни
1 Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳперен анакан тепӗр ангела куртӑм. Ӑна питӗ пысӑк влаҫ панӑччӗ. Унӑн чап-мухтавӗпе ҫӗр пичӗ те ҫуталса кайрӗ. 2 Вара вӑл вӑйлӑ саслӑн кӑшкӑрса каларӗ: «Тӗп пулчӗ Вавилон! Виҫесӗр аскӑнчӑк тӗп пулчӗ! Вӑл шуйттан кил-ҫурчӗ, тӗрлӗрен усал сывлӑш пурӑнмалли вырӑн, тӗрлӗрен таса мар та йӗрӗнмелле вӗҫен кайӑк йӑви пулса тӑчӗ. Мӗншӗн тесен вӑл мӗн пур халӑхсене ясарлӑхӑн хаяр эрехне ӗҫтерсе ӳсӗртрӗ. 3 Ҫӗр ҫинчи патшасем унпа асса пурӑнчӗҫ, унӑн пысӑк пуянлӑхӗпе ҫӗр ҫинчи купсасем пуйса кайрӗҫ».
4 Тата эпӗ тӳперен урӑх сасӑ илтрӗм. «Эй, халӑхӑм! – терӗ ҫав сасӑ. – Ҫак хулан ҫылӑхлӑ ӗҫӗсене хутшӑнмалла ан пултӑр тесен, ун ҫине янӑ инкеке тӳсмелле ан пултӑр тесен, унтан тухса кай! 5 Мӗншӗн тесен ҫак хулан ҫылӑхӗсем тӳпе таранах ҫӗкленчӗҫ, унӑн усал ӗҫӗсене Турӑ аса илчӗ ӗнтӗ. 6 Вавилон сире епле асап кӑтартрӗ, эсир те ӑна ҫаплах тавӑрса парӑр. Ӗҫӗсене кура ӑна икӗ хут та ытларах тавӑрса парӑр. Хӑвӑра ӗҫтернӗ куркана эсир ун валли икӗ хут та хаяртарах эрех ярса хатӗрлӗр. 7 Вӑл мӗн чухлӗ чаплӑланчӗ, пуянлӑхӗпе мӗн чухлӗ киленчӗ, ӑна ҫавӑн чухлӗ асаппа хуйхӑ кӑтартӑр. Мӗншӗн тесен вӑл ҫаплах хӑй ӑшӗнче: „Эп патшара ларатӑп, эп тӑлӑх арӑм мар, нихҫан та хурлӑх курмӑп“, – тет. 8 Ҫавӑнпа та пӗр кун хушшинчех ун ҫине тӗрлӗ инкек-синкек – вилӗм, хуйхӑ, выҫлӑх – йӑтӑнса анӗ. Ӑна вутра ҫунтарса ярӗҫ, мӗншӗн тесен ӑна суд тӑвакан Хуҫа Турӑ хӑватлӑ.
9 Ҫӗр ҫинчи патшасем, унпа асса та иртӗхсе пурӑннӑскерсем, унӑн пушарӗн тӗтӗмне курсассӑн, уншӑн ӳлесе те татӑлса йӗрӗҫ. 10 Унӑн асапӗсенчен хӑранипе аякра тӑрса, вӗсем ҫапла калӗҫ: „Эй, аслӑ хула! Эй, тӗреклӗ Вавилон хули! Хуйхӑ ҫитрӗ сана, пысӑк хуйхӑ! Пӗр самантрах санӑн судпала айӑпланмалла пулчӗ“. 11 Вара хӑйсен таварӗсене никам та илекен пулманран ҫӗр ҫинчи купсасем те ӳлесе, татӑлса йӗрӗҫ. 12 Вӗсен таварӗсем – ылтӑн, кӗмӗл, хаклӑ йышши чулсем, ӗнчӗ, виссонпа порфира , пурҫӑнпа йӗпкӗн хӗрлӗ пир-авӑр, ырӑ шӑршӑллӑ йывӑҫ, слон шӑмминчен, паха йывӑҫран, пӑхӑртан, тимӗртен, мрамортан тунӑ япаласем, 13 корицӑпа фимиам, мирӑпа ладан, хӗрлӗ эрехпе олив ҫӑвӗ, ҫӑнӑх, тулӑ, выльӑх-чӗрлӗх, сурӑхсем, лашасемпе кӳмеллӗ урапасем, чурасем – никама та кирлӗ пулмӗҫ. 14 Ӗнтӗ санӑн кӑмӑлланӑ ҫимӗҫӳсем те ҫук, пуянлӑхупа чаплӑ капӑрлӑху та пӗтрӗ, вӗсене эсӗ тек нихӑҫан та каялла тавӑраймӑн. 15 Ҫак тӗрлӗ тавара Вавилонра сутса пуйнисем унӑн асапӗсенчен хӑранипе аякра тӑрса, ӳлесе те татӑлса йӗрсе, 16 ҫапла калӗҫ: „Эй, аслӑ хула! Хуйхӑ ҫитрӗ сана, пысӑк хуйхӑ! Эсӗ виссонпа порфира, хӗрлӗ хӑмач тумтир тӑхӑнаттӑн, ылтӑнпа тата хаклӑ йышши чулсемпе, ӗнчӗпе капӑрланаттӑн! 17 Акӑ ӗнтӗ, пӗр самантрах ҫав тӗрлӗ пуянлӑху пӗтмелле пулчӗ! Карап капитанӗсем, караппа ҫӳрекенсем, моряксем, тинӗс ӗҫченӗсем – пурте карапӗсемпе хуларан аякра чарӑнса тӑчӗҫ. 18 Пушар тӗтӗмне курсассӑн вара вӗсем кӑшкӑрса ячӗҫ: «Ҫак аслӑ хулапа танлашма пултараканни урӑх пур-и?!» 19 Хӑйсем хулашӑн хурланнине палӑртса, ӳлесе йӗре-йӗре вӗсем ҫапла каларӗҫ: «Эй, аслӑ хула! Хуйхӑ ҫитрӗ сана, пысӑк хуйхӑ! Караплӑ ҫынсем сан мулна пула пуйнӑччӗ. Акӑ ӗнтӗ, пӗр самантрах эсӗ ҫука юлтӑн!» 20 Эй, тӳпе! Эй, мӗн пур сӑваплӑ апостолсемпе пророксем! Ҫак хулана эсир тӑвас тенӗ суда Турӑ тунӑшӑн савӑнса хӗпӗртӗр!
21 Унтан пӗр хӑватлӑ ангел арман чулӗ пек чул илчӗ те ӑна тинӗсе ывӑтрӗ. «Аслӑ Вавилон хулин те ҫакнашкалах пӗтмелле пулӗ, унӑн ҫӗр питӗнчен ҫухалмалла, – терӗ вӑл. 22 – Кунта текех кӗсле калани те, юрлани те, шӑхлич калани те, труба сасси те илтӗнмӗ. Кунта текех ӑстасем те, ал ӗҫӗ тӑвакансем те пулмӗҫ. Кунта текех ал арманӗ сасси те илтӗнмӗ. 23 Кунта текех ҫутаткӑҫ та ҫунмӗ, хӗрпе каччӑ сасси те янӑрамӗ. Сан купсусем ҫӗр ҫинче чаплӑран та чаплӑ хуҫасемччӗ, санӑн асамлӑхупа мӗн пур халӑх улталаннӑччӗ. 24 Анчах та ҫак хула ҫылӑхӗсене пула сӑваплисемпе пророксен, ҫӗр ҫинче вӗлернисен пурин те – юнӗ юхнӑ!»
19Вавилона суд тунӑшӑн Турра мухтани
1 Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳпере йышлӑ халӑх сасси пек вӑйлӑ сасӑсем илтрӗм. «Аллилуия! – тесе кӑшкӑрчӗҫ вӗсем. – Ҫӑлӑнӑҫпа мухтав та, чыспала хӑват та пирӗн Хуҫамӑрта. 2 Мӗншӗн тесен Унӑн сучӗ тӳрӗлӗхлӗ те чӑн. Ҫав виҫесӗр аскӑнчӑка, пӗтӗм ҫӗре астарса яракана, Турӑ суд туса айӑпларӗ, Хӑйӗн чурисен юнӗшӗн тавӑрчӗ». 3 «Аллилуия! – терӗҫ тепӗр хут. – Унӑн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗрех тӳпене ҫӗкленет!» 4 Унтан ҫирӗм тӑватӑ ватӑпа тӑватӑ чӗр чун престол ҫинче ларакан Турра: «Аминь! Аллилуия!» – тесе ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӗҫ.
Путекӗн туйӗ
5 Вара престол патӗнчен ҫапла калакан сасӑ илтӗнчӗ: «Эй, Туррӑн мӗн пур чурисем, мӗн пур Унран хӑракансем, асли те, кӗҫӗнни те – Турра мухтӑр!» 6 Каллех эпӗ йышлӑ халӑх сасси пек сасӑ илтрӗм. Ҫав сасӑ шыв кӗрлени пек, вӑйлӑ аслати сасси пек каларӗ: «Аллилуия! Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Туррӑмӑр патшана ларчӗ! 7 Ӗнтӗ савӑнса хӗпӗртер те Ӑна мухтар, мӗншӗн тесен Путекӗн туйӗ ҫитрӗ. Ӗнтӗ ҫураҫнӑ хӗрӗ те капӑрланса хатӗрленчӗ. 8 Ӑна таса та шурӑ виссон тӑхӑнтартрӗҫ. Виссон тумтир вара сӑваплисен тӳрӗлӗхне пӗлтерет».
9 Унтан ангел мана: «Путекӗн туйне чӗннисем телейлӗ», – тесе ҫырма хушрӗ. Тата вӑл мана ҫапла каларӗ: «Ку сӑмахсем – Туррӑн чӑн сӑмахӗсем». 10 Вара эпӗ ун ури умне ӳксе пуҫҫапрӑм, анчах та вӑл мана: «Асту, кунашкал ан хӑтлан, – терӗ. – Эпӗ сан пекех, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекен тӑванусем пекех, Турӑ чури кӑна. Турра пуҫҫап! Мӗншӗн тесен Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерни – пророкла каланин тӗшши пулса тӑрать».
Шурӑ ут ҫинчи юланутҫӑ
11 Унтан эпӗ пӑхрӑм та тӳпе уҫӑлса кайнине тата шурӑ юланута куртӑм. Тӳрӗ суд тунӑран, ҫӗнтерӳллӗ пулнӑран юланутҫине Шанчӑкли тата Чӑнни теҫҫӗ. 12 Куҫӗсем Унӑн вут ҫулӑмӗ пек, пуҫӗ ҫинче темӗн чухлӗ пуҫ кӑшӑлӗсем. Ҫавсем ҫине Унӑн ятне ҫырнӑ, Хӑйӗнсӗр пуҫне вӑл ята никам та пӗлмест. 13 Вӑл юнпа хӗрелнӗ тумтир тӑхӑннӑччӗ. Унӑн ячӗ – Турӑ Сӑмахӗ. 14 Тӳпери йышлӑ ҫар ун хыҫҫӑн шурӑ утсем ҫинче пырать, хӑйсем таса та шурӑ виссон тумланнӑ. 15 Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен ҫивӗч хӗҫ тухса тӑрать. Ҫав хӗҫпе Вӑл халӑхсене ҫӗнтерӗ. Вӗсене Вӑл тимӗр туяпа пӑхӗ. Вӑл Пурне те тытса тӑракан Турӑ ҫиллин эрехне юхтаркӑчра таптаса кӑларӗ. 16 Тумтирӗпе пӗҫҫи ҫине ят ҫырса хунӑ: патшасен Патши, хуҫасен Хуҫи.
17 Унтан эпӗ хӗвел ҫинче тӑракан пӗр ангела куртӑм. Ҫӳл тӳпере вӗҫекен кайӑксене вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Вӗҫӗр, вӗҫӗр! Патшасен, хуҫасен, ҫар пуҫӗсен, утсемпе юланутҫӑсен виллисене, ирӗклисемпе чурасен виллисене, аслисемпе кӗҫӗннисен виллисене сӑхмашкӑн Туррӑн аслӑ каҫхи апатне пуҫтарӑнӑр!» 19 Вара эпӗ тискер кайӑкпа ҫӗр ҫинчи патшасене тата вӗсен ҫарне куртӑм. Вӗсене ут ҫинче Лараканпа тата Унӑн ҫарӗпе ҫапӑҫмашкӑн пуҫтарнӑ. 20 Анчах та тискер кайӑка тата ун умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан суя пророка ярса тытрӗҫ. Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсене кӑтартса вӑл тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттаракансене, тискер кайӑк сӑнарне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ. Вара тискер кайӑкпа суя пророка иккӗшне те кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ. 21 Ыттисен вара, вӗсен ҫарӗнчисен, ут ҫинче Лараканӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчи хӗҫпе пӗтмелле пулчӗ. Мӗн пур вӗҫен кайӑк вӗсен виллисене тӑраничченех сӑхрӗ.
20Пин ҫул
1 Унтан эпӗ тӳперен анакан ангела куртӑм. Унӑн аллинче тӗпсӗрлӗх ҫӑраҫҫипе пысӑк сӑнчӑрччӗ. 2 Вӑл хайхи аҫтахана, авалхи ҫӗлене, ярса илчӗ те пин ҫуллӑха сӑнчӑрласа лартрӗ, ҫак ҫӗлен – шуйттан, сатана. 3 Пин ҫул иртмесӗр те шуйттан халӑхсене илӗртсе ан улталатӑр тесе, ангел ӑна тӗпсӗрлӗхе пӑрахрӗ. Вара питӗрсе илчӗ те пичет лартрӗ. Пин ҫул иртсессӗн ӑна самантлӑха ирӗке кӑлармалла.
4 Унтан эпӗ престолсене тата вӗсем ҫинче ларакансене куртӑм. Вӗсене суд тума ирӗк панӑ. Эпӗ тата Иисус ҫинчен, Турӑ сӑмахӗ ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн пуҫӗсене каснӑ ҫынсен чунӗсене куртӑм. Вӗсем тискер кайӑка та, унӑн сӑнарне те пуҫҫапман; ҫамкисемпе аллисем ҫине ҫыру палли ларттарман. Вӗсем, чӗрӗлсе тӑрса, Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларчӗҫ. 5 Вилнисенчен ыттисем вара пин ҫул иртмесӗр те чӗрӗлсе тӑмарӗҫ. Ҫакӑ малтанхи хут чӗрӗлсе тӑни пулчӗ. 6 Малтанхи хутӗнчех вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма тивӗҫ пулнисем телейлӗ те сӑваплӑ. Иккӗмӗш вилӗм вӗсемпе пуҫ пулаймӗ. Вӗсем, Турӑпа Христосӑн священникӗсем пулса, Унпа пӗрле пин ҫул патшара ларӗҫ.
Шуйттана тӗп туни
7 Кайран, пин ҫул иртсессӗн, шуйттана тӗрминчен кӑларӗҫ. Вӑл тӗнчен тӑватӑ кӗтессинчи халӑхсене, Гог тата Магог текенскерсене, илӗртсе улталаса ҫӳрӗ, вӗсене вӑрҫа хатӗрленмешкӗн пӗр ҫӗре пуҫтарӗ. Вӗсен шучӗ – тинӗс ҫыранӗнчи хӑйӑр пӗрчисем чухлех. 8 Акӑ вӗсем, пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх тухса, сӑваплисем тӑракан вырӑна, Турӑ юратакан хулана, ҫавӑрса илчӗҫ. 9 Анчах та тӳперен, Турӑ патӗнчен, вут анчӗ те вӗсене ҫунтарса ячӗ. 10 Вӗсене илӗртсе улталанӑ шуйттана вара кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле, тискер кайӑкпа суя пророка пӑрахнӑ ҫӗрех, ывӑтрӗҫ. Вӗсене кунӗн-ҫӗрӗн, ӗмӗр-ӗмӗрех асаплантарӗҫ.
Суд
11 Унтан эпӗ пысӑк шурӑ престол тата ун ҫинче Ларакана куртӑм. Вӑл пуртан ҫӗрпе пӗлӗт те ҫухалчӗ: вӗсем валли вырӑн юлмарӗ. 12 Вара эпӗ вилнисем, аслисемпе кӗҫӗннисем те, Турӑ умӗнче тӑнине куртӑм. Ҫавӑнтах уҫса хунӑ кӗнекесем пурччӗ. Пурӑнӑҫ кӗнеки те уҫӑччӗ. Вара вилнисене кӗнекесенче ҫырнине кура, кашнинех харпӑр-хӑй ӗҫне кура, суд турӗҫ. 13 Тинӗс хӑй ӑшӗнчи вилнисене пачӗ, вилӗмпе тамӑк та вилнисене пачӗҫ, кашнинех ӗҫӗсене кура суд турӗҫ. 14 Вара вилӗмпе тамӑка вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ. Ҫакӑ иккӗмӗш вилӗм пулчӗ. 15 Камӑн ятне пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хуман, ҫавна вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ.
21Ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр
1 Унтан эпӗ ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗре куртӑм, мӗншӗн тесен ӗлӗкхи тӳпепе ҫӗр те, тинӗс те ҫукчӗ ӗнтӗ. 2 Вара эпӗ, Иоанн, сӑваплӑ хулана – ҫӗнӗ Иерусалима – куртӑм. Вӑл ҫӳлтен, Турӑ патӗнчен анатчӗ. Хӑйне, ҫураҫнӑ хӗре пулас упӑшки валли тирпейлесе тумлантарнӑ пек, хатӗрленӗ. 3 Ҫав самантрах тӳперен ҫапла калакан вӑйлӑ сасӑ илтрӗм: «Акӑ, Туррӑн ҫынсем хушшинче пурӑнмалли чатӑрӗ. Малашне Вӑл ҫынсемпе пурӑнӗ, вӗсем Унӑн халӑхӗ пулӗҫ, Вӑл вара вӗсен Турри пулӗ. 4 Турӑ вӗсен куҫӗнчи кирек епле куҫҫульне те шӑлса ярӗ. Текех ӗнтӗ вилӗм те, йӗрӳ-макӑру та, чир-чӗр те пулмӗ, мӗншӗн тесен ӗлӗкхи йӑлтах иртсе кайнӑ».
5 Вара престол ҫинче Ларакан: «Акӑ, пӗтӗмпех ҫӗнни пултаратӑп!» – терӗ. Унтан Вӑл мана: «Ҫак сӑмахсем тӗрӗс те чӑн, ҫавӑнпа та вӗсене ҫырса хур!» – терӗ. 6 «Мӗн пулмалли пулчӗ! – терӗ Вӑл мана. – Эпӗ – Альфа тата Омега, пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ. Камӑн ӑшӗ хыпнӑ, ҫавна чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗнчен ахалех ӗҫтерӗп. 7 Ҫӗнтерекен пӗтӗмпех еткерлӗхе илӗ, вара Эпӗ унӑн Турри пулӑп, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ. 8 Анчах та хӑракансем те, шанчӑксӑррисем те, ирсӗрсем те, ҫын вӗлерекенсем те, аскӑнсем те, асамҫӑсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансемпе мӗн пур суеҫ таврашӗ те хӑйсен вырӑнне кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлӗре тупӗҫ. Ку – иккӗмӗш вилӗм».
Ҫӗнӗ Иерусалим
9 Унтан ман патӑма юлашки ҫичӗ инкекпе тултарнӑ ҫичӗ куркаллӑ ангелсенчен пӗри пычӗ те ҫапла каларӗ: «Кил, эпӗ сана Путекӗн ҫураҫнӑ хӗрне, ҫамрӑк арӑмне, кӑтартатӑп». 10 Вара вӑл мана Святой Сывлӑш витӗмӗпе пысӑк та ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайрӗ. Ту тӑрринчен вӑл мана ҫӳл тӳперен, Турӑ патӗнчен анакан сӑваплӑ Иерусалим хулине кӑтартрӗ. 11 Ҫак хулан Турӑ мухтавӗ пур. Вӑл хаклӑ йышши чул пек, витӗр таса пӑр евӗрлӗ яспис пек йӑлтӑртатса тӑратчӗ. 12 Хули тавра вун икӗ хапхаллӑ пысӑк та ҫӳллӗ хӳме. Хапхасем ҫинче – вун икӗ ангел, кашни хапхи ҫинех Израилӗн вун икӗ йӑхӗн ятне ҫырнӑ. 13 Виҫӗ хапхи – хӗвел тухӑҫ енне, виҫӗ хапхи – ҫурҫӗр енне, виҫӗ хапхи – кӑнтӑр енне, тепӗр виҫӗ хапхи хӗвел анӑҫ енне тухать. 14 Хула хӳмисене вун икӗ никӗс ҫине туса лартнӑ, кашни никӗсӗ ҫинех Путекӗн вун икӗ апостолӗн ятне ҫырнӑ.
15 Манпа калаҫакан ангелӑн хулапа хапхисене, хӳмине виҫмешкӗн ылтӑн туя пурччӗ. 16 Хули тӑваткӗтеслӗх евӗр, унӑн урлӑш-тӑршшӗ пӗрех. Ангел хулана туйипе виҫсе тухрӗ те, пурӗ вун икӗ пин ҫурӑ ҫухрӑма яхӑн пулчӗ. Унӑн тӑршшӗ те, сарлакӑшӗ те, ҫӳллӗшӗ те пӗрешкелех. 17 Унтан ангел хула хӳмине этем виҫипе виҫрӗ те, пурӗ ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ чике пулчӗ. Ангел виҫи этем виҫи пекехчӗ. 18 Хӳмине ясписран купаланӑ, хулине вара – витӗр курӑнакан кӗленче пек таса ылтӑнран. 19 Хӳме никӗсӗсене тӗрлӗ хаклӑ йышши чулсемпе илемлетнӗ. Пӗрремӗш никӗсӗ – яспис, иккӗмӗшӗ – сапфир, виҫҫӗмӗшӗ – халкидон, тӑваттӑмӗшӗ – смарагд, 20 пиллӗкмӗшӗ – сардоникс, улттӑмӗшӗ – сердолик, ҫиччӗмӗшӗ – хризолит, саккӑрмӗшӗ – вирилл, тӑххӑрмӗшӗ – топаз, вуннӑмӗшӗ – хризопрас, вун пӗрмӗшӗ – гиацинт, вун иккӗмӗшӗ аметист текен чул. 21 Вун икӗ хапхи – вун икӗ ӗнчӗ. Кашни хапхине пӗр ӗнчӗрен тунӑ. Хула урамӗ – витӗр курӑнакан кӗленче пек таса ылтӑнран.
22 Хулара эпӗ Турӑ Ҫуртне курмарӑм, мӗншӗн тесен ҫак хулашӑн Турӑ Ҫурчӗ – Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Турӑпа Путек. 23 Хулана ҫутатмашкӑн хӗвел те, уйӑх та кирлӗ мар, мӗншӗн тесен ӑна Турӑ мухтавӗ ҫутатать, унӑн ҫутаткӑҫӗ – Путек. 24 Ҫӑлӑннӑ халӑхсем ҫак ҫутӑра ҫӳрӗҫ, патшасем хӑйсен ҫӗр ҫинчи мухтавӗпе чапне унта илсе пырӗҫ. 25 Хула хапхисене кӑнтӑрла питӗрмӗҫ, каҫ вара унта пулмасть. 26 Халӑхсем унта мухтавӗпе чапне илсе пырӗҫ. 27 Хулана таса марри нимӗн те кӗреймӗ, ирсӗрлӗхпе суялӑха парӑннисем те нихӑшӗ те кӗреймӗҫ. Путекӗн пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хунисем кӑна унта кӗрейӗҫ.
22Чӗрӗлӗх шывӗ
1 Унтан вара ангел мана чӗрӗлӗх шывӗн юхан шывне кӑтартрӗ. Юхан шывӗ, Турӑпа Путек престолӗ патӗнчен юхса тухса, витӗр курӑнакан пӑр пек йӑлтӑртатать. 2 Малалла ҫав юхан шыв хула витӗр юхать. Шыв икӗ енӗпе те пурӑнӑҫ йывӑҫҫисем ӳсеҫҫӗ. Ҫулталӑкра вӗсем вун икӗ хут ҫимӗҫ параҫҫӗ. Кашни йывӑҫҫи уйӑхра пӗрре ҫимӗҫ парать, йывӑҫ ҫулҫисем – халӑхсене сиплемешкӗн. 3 Хулара ӗнтӗ тек ылханли нимӗн те пулмӗ. Унта Турӑпа Путекӗн престолӗ ларӗ, Унӑн чурисем Ӑна пуҫҫапса пурӑнӗҫ. 4 Вара вӗсем Унӑн сӑнне курӗҫ, ҫамкисем ҫинче Унӑн ячӗ пулӗ. 5 Унта ӗнтӗ каҫ та пулмӗ, хӗвел ҫути те, ҫутаткӑҫ ҫути те кирлӗ пулмӗ, мӗншӗн тесен Хуҫа Турӑ вӗсене ҫутатӗ. Вӗсем, патшасем пек, ӗмӗр-ӗмӗр хуҫаланӗҫ.
Христос килесси
6 Унтан мана ангел: «Ҫак сӑмахсем тӗрӗс те чӑн. Малашлӑхра часах мӗн пулассине Хӑйӗн чурисене пӗлтермешкӗн сӑваплӑ пророксен Хуҫа Турри Хӑйӗн ангелне ячӗ», – терӗ. 7 «Акӑ, Эпӗ часах пырӑп. Ҫак кӗнекери пророкла сӑмахсене тытса пурӑнакан телейлӗ!» 8 Эпӗ, Иоанн, ҫакна йӑлтах куртӑм та, илтрӗм те. Вара, курнӑ-илтнӗ хыҫҫӑн, хама ҫакна йӑлтах кӑтартакан ангела пуҫҫапмашкӑн ун ури умне ӳкрӗм. 9 Анчах та вӑл мана: «Асту, кунашкал ан хӑтлан, – терӗ. – Эпӗ сан пекех, санӑн пророк тӑванусем пекех, ҫак кӗнекери сӑмахсене тытса пыракансем пекех, Турӑ чури кӑна. Турра пуҫҫап!» 10 Тата вӑл мана: «Ҫак кӗнекери пророкла сӑмахсене пытарса, пичет хурса ан усра, мӗншӗн тесен вӑхӑт ҫывӑх ӗнтӗ, – терӗ. 11 – Тӳрӗ мар ҫын усал тусах пурӑнтӑр, ирсӗрри татах ирсӗрлентӗр. Тӳрӗ ҫын ырӑ тусах пурӑнтӑр, сӑвапли тата сӑваплӑрах пултӑр».
12 «Акӑ, Эпӗ часах пырӑп. Кашнинех харпӑр-хӑй ӗҫӗшӗн тавӑрса памашкӑн тавӑрӑвӑм Хампа пӗрлех. 13 Эпӗ – Альфа тата Омега, пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ, Малтанхи тата Кайранхи».
14 Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыракансем телейлӗ. Пурӑнӑҫ йывӑҫҫи те вӗсемшӗн пулӗ, хулана хапхаран кӗме те вӗсем тивӗҫлӗ пулӗҫ. 15 Усал йытӑсемпе тухатмӑшсем, аскӑнсемпе ҫын вӗлерекенсем, кӗлеткесене пуҫҫапакансем, тӗрӗсмарлӑха юратса тӗрӗс мар пурӑнакансем вара тулашӗнче юлӗҫ.
16 «Эпӗ, Иисус, сире ҫакна чиркӳсенче ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн Хамӑн ангелӑма ятӑм. Эпӗ – Давид ӑрӑвӗн никӗсӗ тата тӑхӑмӗ, ирхи ҫутӑ ҫӑлтӑр». 17 «Килсем!» – теҫҫӗ Сывлӑш та, Путекӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ те. «Килсем!» – тетӗр ҫакна итлекенӗ те. Ӑш хыпни те, кӑмӑл тӑваканни те килсе чӗрӗлӗх шывне ахалех илтӗр.
18 Ҫак кӗнекери пророкла сӑмахсене итлекен кашни ҫыннах эпӗ те ҫирӗплетсе калатӑп: кам та кам ҫак сӑмахсем ҫумне урӑххи хушать, Турӑ ун ҫине ҫак кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ инкексене ярать. 19 Кам та кам ҫак кӗнекери пророкла сӑмахсенчен хӑшне те пулин кӑларса пӑрахать, Турӑ ӑна пурӑнӑҫ кӗнекине те, сӑваплӑ хулана та – вӗсем пирки ҫак кӗнекере ҫырнӑ – кӗртмӗ.
20 Ҫакӑн ҫинчен ҫирӗплетсе Пӗлтерекен калать: «Ӗнтӗ часах пырӑп!» Аминь. Килсемччӗ, Иисус Хуҫамӑр!
21 Сире пурсӑра та Иисус Христос Хуҫамӑрӑн тивлечӗ пултӑр. Аминь.