СӐВАПЛӐ ПАВЕЛ АПОСТОЛ ФИЛИППӐРИ ӖНЕНЕКЕНСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ҪЫРУ
1Саламлани
1 Иисус Христос чурисенчен Павелпа Тимофейран – Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ Филиппӑри мӗн пур ӗненекенсене тата чиркӳ пуҫлӑхӗсемпе диаконсене : 2 сире Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.
Павел филиппӑсемшӗн кӗлтуни
3 Сире аса илмессерен эпӗ Туррӑма тав тӑватӑп. 4 Пирвайхи кунран пуҫласа халичченех эсир Ырӑ Хыпар сарас ӗҫе хутшӑнатӑр. Ҫавӑнпа та, сирӗншӗн кӗлтунӑ чухне, яланах савӑнса кӗлтӑватӑп. 6 Эпӗ ҫакна ҫирӗп шанатӑп: ырӑ ҫул ҫине сире Турӑ илсе тухнӑ, ҫав ҫулпах Вӑл сире Иисус Христос кунӗ ҫитичченех уттарӗ. 7 Эсир пурте чӗремре пулнӑран сирӗн ҫинчен урӑхла шухӑшлама та пултараймастӑп. Тӗрмере чухне те, Ырӑ Хыпара хӳтӗлесе ҫирӗплетнӗ чухне те Турӑ мана панӑ пархатара эсир пурте манпа пӗрле пайларӑр. 8 Эпӗ сире Иисус Христос юратулӑхӗпе пурне те юратнине Турӑ курать. 9 Сирӗн юратулӑхӑр пӗлӳллӗрех, тиркевлӗрех пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватӑп. 10 Ырра уйӑрма пӗлнӗ пирки Христос кунӗнче эсир таса чунлӑ та кӑлтӑксӑр пулни палӑртӑрччӗ тетӗп. 11 Иисус Христос урлӑ илнӗ тӳрӗлӗхӗн тулӑх ҫимӗҫне пула сирӗн Турра мухтава кӑлармалла пултӑрччӗ тетӗп.
Пурӑнасса та эпӗ Христосшӑн пурӑнатӑп
12 Тӑвансем! Эпӗ сире ҫакна каласшӑн: мана хӗсӗрлени Ырӑ Хыпара тата ӑнӑҫлӑрах сарма пулӑшрӗ. 13 Мана тӗрмене хупсан, эпӗ Христоса ӗненнӗ пирки ларнине преторири хурал салтакӗсем те, ыттисем те – пурте пӗлчӗҫ. 14 Мана тӗрмене хупнӑ пирки Хуҫамӑра ӗненекен тӑвансенчен чылайӑшӗ тата хытӑрах ӗненме, Турӑ сӑмахне хӑюллӑрах та хастартарах ӳкӗтлесе вӗрентме пуҫларӗҫ. 15 Чӑн та, хӑшӗ-пӗрисем ҫакна мана кӗвӗҫсе, манпа тупӑшса тӑваҫҫӗ. Теприсем вара Христос ҫинчен ырӑ шухӑш-кӑмӑлпах вӗрентеҫҫӗ. 16 Манпа ӑмӑртма хӑтланса пӗрисем Христос ҫинчен таса чунпа вӗрентмеҫҫӗ, вӗсем мана, тӗрмере лараканскере, хӑйсем пекех кӗвӗҫӳллӗ пуль тесе, тата ытларах кулянтарасшӑн. 17 Теприсем, Ырӑ Хыпара хӳтӗлесси манӑн тивӗҫӗм пулнине пӗлнӗрен, юратуллӑ чунпа вӗрентеҫҫӗ. 18 Апла-и, капла-и – Христос ҫинчен таса чунпа е ячӗшӗн кӑна вӗрентсен те – эпӗ ҫапах савӑнатӑп, савӑнӑп та. 19 Сирӗн кӗллӗре пула, Иисус Христос Сывлӑшне пула ҫакӑ мана ҫӑлӑнма пулӑшасса пӗлсех тӑратӑп. 20 Ҫакна хытӑ кӗтетӗп. Эпӗ хам намӑса юлмасса, сӑмахӑма хӑюллӑн та тӳррӗн каласса шанатӑп. Ҫапла майпа – пурӑнӑҫӑмпа та, вилӗмпе те – Христос ман ӳт-пӗвӗм урлӑ халӗ те, яланхиллех, чаплӑланӗ. 21 Пурӑнасса та эпӗ Христосшӑн пурӑнатӑп, вилсессӗн те ҫӳлти сӑвапа илӗп. 22 Эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнни ӗҫӗмшӗн усӑллӑ пирки пурӑнӑҫпа вилӗмрен хӑшне суйласа илмеллине те пӗлместӗп. 23 Маншӑн вӑл та, ку та кӑмӑллӑ: ҫак пурӑнӑҫран уйӑрӑлса кайса манӑн Христоспа пӗрле пулас килет. Ку, паллах, чылай аванрах пулӗччӗ. 24 Анчах та эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнни сире кирлӗрех. 25 Чӗрӗ юласси пирки вара эпӗ пӗртте иккӗленместӗп. Сирӗн ӗненӗвӗре аталантарса савӑнӑҫ кӳмешкӗн эпӗ сирӗнпе пуринпе те курнӑҫӑп-ха. 26 Вара, тепре сирӗн патӑра ҫитсессӗн, мана пула эсир Христос Иисуспа тата ытларах мухтанма пултарӑр.
27 Христосӑн Ырӑ Хыпарне тивӗҫлӗ пурӑнӑр кӑна. Сирӗн патӑра ҫитсе курайӑп-и, кураймӑп-и – анчах та сирӗн ҫинчен: вӗсем пӗр шухӑшлӑн пурӑнаҫҫӗ, Ырӑ Хыпар ӗненӗвӗшӗн пӗр кӑмӑллӑн кӗрешеҫҫӗ тенине илтеесчӗ. 28 Христоса ӗненессине хирӗҫ тӑракансенчен вара пӗртте ан хӑрӑр: эсир хӑрамасӑр пурӑнни вӗсемшӗн пӗтеслӗх палли пулӗ, хӑвӑршӑн вара – ҫӑлӑнӑҫ палли. Ҫакӑ йӑлтах Турӑран, 29 мӗншӗн тесен Христоса пула сире ҫапла шӑпа пӳрнӗ: сирӗн Ӑна ӗненмелле кӑна мар, Уншӑн асапланмалла, манашкалах кӗрешмелле. Эпӗ Христосшӑн епле кӗрешнине вара эсир курнӑ, халӗ те ман пирки хыпар илсех тӑратӑр.
2Христос пек йӑваш пулӑр
1 Ҫапла вара, сирӗн пӗр-пӗрне Христос вӗрентнӗ пек хавхалантарасси, юратса лӑплантарасси, пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн пурӑнасси, пӗр-пӗрне хӗрхенесси, пӗр-пӗриншӗн пӑшӑрханасси пур-и? 2 Эппин, пӗрешкел ӗмӗтлӗ, пӗрешкел юратуллӑ, пӗрешкел шухӑш-кӑмӑллӑ пулса мана татах савӑнтарӑр. 3 Пӗр-пӗринпе тупӑшса, мухтава тухас тесе нимӗн те ан тӑвӑр. Сӑпайлӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан ытларах хисеплӗр. 4 Харпӑр хӑвӑршӑн кӑна мар, ҫынсемшӗн те тӑрӑшӑр. 5 Сирӗн шухӑш-кӑмӑлӑр Христосӑнни пекех пулмалла. 6 Туррӑн сӑнарӗ пулин те, Иисус вӑйпах Турӑпа тан юлас темен, 7 этем евӗрлӗ пулса, этем евӗрлӗ курӑнса, чура шӑпине йышӑнса Хӑйне Хӑй мӗскӗнлетнӗ. 8 Вӑл Хӑйне вилӗм таранах – хӗрес ҫинчи мӑшкӑлла вилӗм таранах – йӑвашлатнӑ, Хӑйне Хӑй пӑхӑнтарнӑ. 9 Ҫавӑншӑн Турӑ Ӑна пуринчен те ҫӳле ҫӗкленӗ, Ӑна пур ятран та аслӑрах ят панӑ. 10 Турӑ ҫакна ҫӳлтисем те, ҫӗр ҫинчисем те, ҫӗр айӗнчисем те – пурте – Иисус ячӗ умӗнче чӗркуҫленччӗр тесе, 11 Иисус Христос пирӗн Атте Турра мухтава кӑларакан Хуҫамӑр пулнине кирек епле чӗлхе-ҫӑвар та калатӑр тесе тунӑ.
Ҫӑлтӑрсем пек ҫутатӑр
12 Ҫапла вара, савнӑ тӑванӑмсем, пӑхӑнса, Турӑ сумлӑхӗнчен хӑраса хӑвӑр валли ҫӑлӑнӑҫ хатӗрлӗр. Эсир пӑхӑнса пурӑнма яланах пӗлнӗ. Халӗ вара, эпӗ сирӗнпе мар чухне, сирӗн патӑрта чухнехинчен те ытларах пӑхӑнӑр. 13 Мӗншӗн тесессӗн Турра юрӑхлӑ кӑмӑлӑрпа ӗҫӗре сирӗн ӑшӑрта Вӑл Хӑй пултарать. 14 Пӑсӑк та аскӑн ӑрура кӑлтӑксӑр, таса, Турӑ ачисем пек ҫитменлӗхсӗр пуласчӗ тесе, мӗн тумаллине ӳпкелешмесӗр, иккӗленмесӗр тӑвӑр. Ҫак ӑру ҫыннисем хушшинче тӗттӗм тӗнчери ҫӑлтӑрсем пек ҫутатӑр, 16 чӗрӗлӗх сӑмахне упрӑр. Вара, Христосӑн кунӗ ҫитсессӗн, тӑрӑшуллӑ ӗҫӗмпе, тунӑ ӗҫӗм харама кайманнипе мухтанма та пултарӑп. 17 Сирӗн ӗненӗвӗр – Турра кӳмелли парне. Ҫав парне ҫине юнӑма юхтарма тивсессӗн те эпӗ хӗпӗртӗп, сирӗн савӑнӑҫӑра пайлӑп. 18 Ҫавӑншӑн эсир те хӗпӗртӗр, манӑн савӑнӑҫӑма пайлӑр.
Тимофейпа Епафродит
19 Иисус Хуҫамӑра шанса часах сирӗн патӑра Тимофея яма шутлатӑп. Вара, сирӗн ӗҫ-пуҫ ҫинчен пӗлсен, чунӑм лӑпланӗ. 20 Сирӗншӗн пӗтӗм чӗререн, хампа танах тӑрӑшакан ҫыннӑм Тимофейсӑр пуҫне урӑх ҫук. 21 Ыттисем пурте Иисус Христоса юрӑхлишӗн мар, хӑйсемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. 22 Ырӑ Хыпар сарас ӗҫре Тимофей мана ывӑлӗ ашшӗне пулӑшнӑ пекех пулӑшса тӑчӗ. Вӑл ӗҫпе тӗрӗсленнине хӑвӑрах пӗлетӗр. 23 Ҫапла вара, хама мӗн кӗтнине пӗлсенех, эпӗ тӳрех сирӗн патӑра Тимофея ярӑп. 24 Хуҫа Турӑ пулӑшнипе эпӗ хам та сирӗн патӑра часах ҫитсе курасса ҫирӗп шанатӑп.
25 Апла пулин те, эпӗ сирӗн патӑра ӗненекен тӑванӑма, ӗҫри тата кӗрешӳри юлташӑма Епафродита пыма хушасшӑн. Мана кирлӗ чухне пулӑшма эсир ӑна хӑвӑрах янӑччӗ. Вӑл, чӑнах та, мана пулӑшрӗ. 26 Вӑл сире курасшӑн тунсӑхласа ҫитрӗ, хӑй чирлени ҫинчен эсир илтнине пӗлсессӗн вара хуйха ӳкрӗ. 27 Мӗншӗн тесен вӑл вилмеллех чирленӗччӗ, анчах Турӑ ӑна хӗрхенчӗ. Турӑ ӑна ҫеҫ мар, мана та хӗрхенчӗ: хуйхӑ ҫине суйхӑ пуласран хӑтарчӗ. 28 Ҫавӑнпа та эпӗ Епафродита сирӗн патӑра хӑвӑртрах ярас терӗм. Унпа курнӑҫса калаҫсассӑн эсир хӗпӗртӗр, вара манӑн чунӑм та лӑпланӗ. 29 Ӑна ытти ӗненекен тӑвансене йышӑннӑ пекех савӑнса хапӑл тусамӑрччӗ, Хуҫамӑр ячӗпе сума сусамӑрччӗ. 30 Христос ӗҫӗшӗн вӑл вилес патнех ҫитнӗччӗ. Ун чухне мана пулӑшма сирӗн май килмен пирки вӑл пурӑнӑҫне шеллемесӗр маншӑн тӑрӑшрӗ.
3Чӑн-чӑн тӳрӗлӗх
1 Ытти пирки вара эпӗ сире ҫакна каласшӑн: Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулса савӑнӑр. Пӗр каланӑ сӑмахах тепре ҫырмашкӑн мана йывӑр мар, сире вара вӑл инкек-синкексенчен хӑтарса хӑварӗ.
2 Йытӑлла ҫынсенчен, ӗненӗве сиен кӳрекенсенчен, ӳт кастарассинчен асӑрханӑр. 3 Мӗншӗн тесен чӑн-чӑн ӳт кастарнисем вӗсем – эпир. Ӳт-пӗве шанмасӑр, эпир Турӑ Сывлӑшӗ хушнӑ пек Турра пуҫҫапатпӑр, Христос Иисуспа мухтанатпӑр. 4 Паллах, ӳт-пӗве шанмашкӑн манӑн та сӑлтавӑм пур. Ҫав сӑлтавӑм ӳт-пӗве шанакан кирек камӑннинчен те ытларах. 5 Ҫуралсан сакӑр кунран манӑнне ӳт кастарнӑ. Эпӗ, Вениамин сыпӑкӗнчи Израиль ҫынни, юн тӑрӑх – чӑн-чӑн еврей, вӗреннӗ тӑрӑх – фарисей, 6 тӑрӑшнӑ тӑрӑх – Турӑ Чиркӗвне хӗсӗрлекен, саккун тӳрӗлӗхӗ тӑрӑх – тасаскер. 7 Анчах та, Христоса ӗненсен, хам маларах паха тесе шутлани сиенлине ӑнланса илтӗм. 8 Хуҫамӑра, Иисус Христоса, пӗлесси пуринчен те чаплӑрах пулнӑран эпӗ ыттине йӑлтах пӑрахӑҫларӑм, ҫӳп-ҫап вырӑнне кӑна хуратӑп. Ҫакна эпӗ Христоса ӑша хывас тесе, 9 хама Унра тупас тесе турӑм. Эпӗ саккуна пурнӑҫласа хам тӑрӑшнипе тӳрре тухас теместӗп. Эпӗ Христоса ӗненсе тӳрре тухасшӑн, ҫав тӳрӗлӗхе вара Турӑ ӗненӳ урлӑ парать. 10 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрас тӗллевӗмпе манӑн Христоса тата Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ вӑй-хӑвата пӗлес килет; Унӑн асапне, вилӗмне Унпа пӗрле пайлас килет.
Тӗллев патне васкаса
12 Анчах та эпӗ ҫитес ҫӗре ҫитрӗм теме пултараймастӑп. Христос мана мӗншӗн суйласа илнӗ, ҫавӑн патне тӑрӑшсах ӑнтӑлатӑп. 13 Эй, тӑвансем! Эпӗ ҫитес ҫӗре ҫитрӗм тесе йӑпанса лармастӑп; иртнине манӑҫа хӑварса малаллах ыткӑнатӑп. 14 Эпӗ тӗллевӗм патне, хама парас сӑвап патне васкатӑп. Турӑ пире ҫав сӑвапшӑн Иисус Христос урлӑ чӗнсе илнӗ. 15 Эппин, пирӗнтен хӑшӗ аталанса ҫитнӗ – ҫапла шухӑшлатӑр. Кам урӑхла шухӑшлать – Турӑ унӑн тӗрӗс мар шухӑшне те уҫӑмлатӗ. 16 Кирек епле пулсассӑн та, хамӑр пӗр тупнипе килӗшӳллӗн шухӑшлар, ҫав йӗркепе пурӑнар.
17 Эй, тӑвансем! Ман евӗр пулӑр. Кам пирӗн евӗр пурӑнать, ҫавсенчен эсир те тӗслӗх илӗр. 18 Мӗншӗн тесен нумайӑшӗ (вӗсем ҫинчен эпӗ сире пӗрре мар каласаттӑм, халӗ куҫҫуль витӗрех калам) хӑйсене Христос хӗресӗн тӑшманӗсем пек тыткалаҫҫӗ. 19 Вӗсен шӑпи – пӗтеслӗх, вӗсен турри – хырӑм, вӗсем намӑсланмаллипе те мухтанаҫҫӗ. Вӗсем ҫӗр ҫинчи пирки кӑна шухӑшлаҫҫӗ. 20 Пирӗн тӑван ҫӗр-шывӑмӑр вара – ҫӳлте, пӗлӗт ҫинче. Эпир хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Хуҫамӑр унтан килессе кӗтетпӗр. 21 Пӗтӗм тӗнчене пӑхӑнтарнӑ Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе усӑ курса Вӑл пирӗн мӗскӗн ӳт-пӗве урӑхлатӗ, Хӑйӗн мухтавлӑ Ӳт-пӗвӗ евӗрлӗ тӑвӗ.
41 Эппин, чунӑм туртакан савнӑ тӑванӑмсем, Хуҫамӑра ҫапла ҫирӗп ӗненсе тӑрӑр, эсир – манӑн савӑнӑҫӑм, манӑн ҫӗнтерӳ пуҫ кӑшӑлӗ.
Чӗнсе каланисем
2 Еводияна тархаслатӑп, Синтихияна тархаслатӑп: эсир Хуҫамӑра ӗненнӗ тӑрӑх тӑвансем пулатӑр, ҫавӑнпа та пӗр шухӑшлӑ пулӑр. 3 Санран вара, ӗҫӗмри шанчӑклӑ юлташӑм, ҫакна ыйтатӑп: эсӗ вӗсене пӗр чӗлхе тупма пулӑш. Вӑл хӗрарӑмсем манпа тата Климентпа пӗрле, ыттисемпе пӗрле (вӗсен ячӗсене пурӑнӑҫ кӗнекине кӗртнӗ ӗнтӗ) Ырӑ Хыпар сарас ӗҫе хастар хутшӑнчӗҫ. 4 Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулса яланах савӑнӑр. Татах калатӑп: савӑнӑр! 5 Сирӗн йӑвашлӑхӑра пур ҫын та пӗлтӗр. Хуҫамӑр килесси ҫывӑх ӗнтӗ. 6 Нимшӗн те ан кулянӑр. Енчен те сире мӗн те пулин кирлӗ пулсан Турра тав туса кӗлтӑвӑр, тархаслӑр, шухӑш-кӑмӑлӑра уҫса парӑр. 7 Вара Туррӑн этем ӑнланайми канӑҫлӑхӗ Иисус Христосри пӗрлӗхре сирӗн шухӑш-кӑмӑлӑра упраса хӑварӗ.
8 Эй, тӑванӑмсем! Юлашкинчен ҫакна калам: чӑнни, хисепли, тӗрӗсси, таси, юратулӑхпа ырӑ сӑмаха тивӗҫли пирки, кӑмӑллипе мухтавли пирки шухӑшлӑр. 9 Хӑвӑр манран вӗреннине, йышӑннине, илтнине, курнине туса пырӑр, – вара канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пулӗ.
Филиппӑсене пулӑшушӑн тав туни
10 Эсир маншӑн каллех тӑрӑшнине курсан, эпӗ, Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулса, питӗ савӑнтӑм. Эсир маларах ман ҫинчен шутламан теместӗп, май килтерейменнине пӗлетӗп. 11 Ҫак сӑмахсене эпӗ ҫитмен пурӑнӑҫран каламастӑп, мӗншӗн тесен эпӗ мӗн пуррипе ҫырлахма хӑнӑхнӑ. 12 Эпӗ ҫити-ҫитмине те, тулӑххине те курнӑ. Тӑраниччен ҫиетӗп-и, выҫах-и, тулӑх-и, ҫити-ҫитми-и – эпӗ ӗнтӗ темле те пурӑнма вӗренсе ҫитрӗм. 13 Иисус Христос мана тӗрек парса тӑнине пула эпӗ тем тума та вӑй ҫитеретӗп. 14 Ҫапах та эсир мана инкекре пулӑшни лайӑх.
15 Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме пуҫӑнсанах, Македонирен кайнӑ хыҫҫӑн мана сирӗнсӗр пуҫне пӗр чиркӳ те пулӑшу памарӗ, йышӑнмарӗ. Ҫакна эсир, филиппӑсем, хӑвӑрах аван пӗлетӗр. 16 Эпӗ Фессалоникӑра чухне те эсир пӗр-икӗ хутчен мана пулӑшу ярса патӑр. 17 Эпӗ ҫакна калани сирӗнтен пулӑшу кӗтнине пӗлтермест. Ырӑ тунине кура сирӗн тӳпери пайта ӳсессе шанса калатӑп. 18 Хама мӗн кирлине эпӗ пӗтӗмпех илтӗм, ытлашшипех те илтӗм. Эсир Епафродитран парса янӑ парнесене илсен кӑмӑлӑм тулчӗ. Эсир парса яни – Турра юрӑхлӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне пек. 19 Хӑйӗн мухтавӗ нумай пулнӑран Турӑҫӑм сирӗн мӗн ҫитменнине Христос Иисус урлӑ парсах тӑрӗ. 20 Атте Туррӑмӑра ӗмӗр-ӗмӗр мухтав пултӑр. Аминь.
Ҫыру вӗҫӗнчи саламсем
21 Иисус Христоса ӗненекенсене салам калӑр. Кунти ӗненекен тӑвансем пурте манпа пӗрле сире салам яраҫҫӗ. 22 Сӑваплӑ ҫынсем пурте, уйрӑммӑнах император ҫуртӗнчисем, сире салам калаҫҫӗ.
23 Сире пурне те Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗ пултӑр. Аминь.