МАРК ПӖЛТЕРНӖ ЫРӐ ХЫПАР

1

Шыва кӗртекен Иоанн вӗрентсе калани

(Мф. 3:1-12; Лк. 3:1-9, 15-17; Ин. 1:19-28)

1 Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпар пророксем ҫырса хӑварнӑ пекех пуҫланать: «Акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн хыпарҫӑна яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ». «Пуш хирте чӗнекенӗн сасси илтӗнет: „Хуҫа Турӑ валли ҫул хатӗрлӗр, Вӑл утас ҫулсене тӳрлетӗр!“» 4 Ҫавӑнпа та Иоанн килнӗ, вӑл пуш хирте тӗне кӗртнӗ, ҫылӑхсене каҫарттармашкӑн ӳкӗнсе шыва кӗме ӳкӗтленӗ. 5 Вара ун патне пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчен те, Иерусалим хулинчен те халӑх пыма пуҫланӑ. Иоанн вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иордан юхан шывӗнче пурне те шыва кӗртнӗ. 6 Тӑхӑнасса Иоанн тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ. Ҫиессе те вӑл хӗрлӗ шӑрчӑк тата хӑвӑлсенче тупкаланӑ пыл ҫисе пурӑннӑ. 7 Вӑл ҫапла ӳкӗтлесе вӗрентнӗ: «Ман хыҫҫӑн манран Хӑватли килет, эпӗ Унӑн пушмакне пӗшкӗнсе хывма та тивӗҫлӗ мар. 8 Эпӗ сире шывпа тӗне кӗртрӗм, Вӑл вара сире Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртӗ».

Иисуса шыва кӗртни

(Мф. 3:13-17; Лк. 3:21-22)

9 Ҫав кунсенче Галилея ҫӗрӗнчи Назарет хулинчен Иоанн патне Иисус та пынӑ. Иоанн Ӑна Иорданра шыва кӗртнӗ. 10 Иисус шывран тухнӑ самантрах Иоанн тӳпе уҫӑлса кайнине, Святой Сывлӑш кӑвакарчӑн пек курӑнса Ун ҫине аннине асӑрханӑ . 11 Тата тӳперен ҫапла сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!»

Иисуса шуйттан илӗртсе тӗрӗслени

(Мф. 4:1-11; Лк. 4:1-13)

12 Ҫавӑн хыҫҫӑнах Сывлӑш Иисуса пуш хире ертсе кайнӑ. 13 Пуш хирте Ӑна шуйттан хӗрӗх кун илӗртсе тӗрӗсленӗ. Иисус тискер кайӑксем хушшинче пурӑннӑ, ангелсем Уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ.

14 Иоана тӗрмене тытса хупнӑ. Иисус вара Галилейӑна пынӑ та Турӑ Патшалӑхӗн Ырӑ Хыпарне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. 15 Вӑл ҫапла каласа вӗрентнӗ: «Ӗнтӗ вӑхӑт ҫитрӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ: ӳкӗнӗр те Ырӑ Хыпара ӗненӗр!»

Иисусӑн малтанхи вӗренекенӗсем

(Мф. 4:18-22; Лк. 5:1-11)

16 Пӗррехинче Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ. Ҫавӑн чухне Вӑл тинӗсе сӗреке-тетел пӑрахакан пӗртӑвансене – Симонпа унӑн шӑллӗне Андрея – курнӑ. Вӗсем пулӑҫӑсем пулнӑ. 17 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ман хыҫҫӑн пыракансем пулӑр, Эпӗ сире этем чунӗсене тытакансем тӑвӑп». 18 Вӗсем вара ҫав самантрах сӗреке-тетелӗсене хӑварса Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. 19 Тепӗртак кайсан Вӑл Зеведей ывӑлӗсене – Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана – курнӑ. Вӗсем те кимӗ ҫинче сӗреке-тетелӗсене юсаса тӑнӑ. 20 Ҫавӑнтах Иисус вӗсене Хӑй хыҫҫӑн пыракансем пулма чӗннӗ. Вӗсем вара хӑйсен ашшӗне Зеведея тарҫисемпе пӗрле кимӗ ҫинче хӑварса Ун хыҫҫӑн кайнӑ.

Усал сывлӑша хӑваласа кӑларни

(Лк. 4:31-37)

21 Акӑ ӗнтӗ вӗсем Капернаум хулине ҫитнӗ. Унта Вӑл пирвайхи шӑмат кунах синагогӑра вӗренте пуҫланӑ. 22 Ҫынсем Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен Вӑл саккун вӗрентӳҫисем пек мар, Турӑ хӑват панӑ пек вӗрентнӗ. 23 Вӗсен синагогинче усал ернӗ пӗр ҫын пулнӑ, вӑл кӑшкӑрса янӑ: 24 «Эй, Назарет Иисусӗ! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур ара? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ! Эсӗ камне эпӗ пӗлетӗп. Эсӗ – Туррӑн Святойӗ!» 25 «Чарӑн! – ҫирӗппӗн хушнӑ Иисус. – Тух ун ӑшӗнчен!» 26 Вара усал сывлӑш ҫынна чӗтретсе пӑрахса, хыттӑн кӑшкӑрса ун ӑшӗнчен тухнӑ. 27 Пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайса пӗр-пӗринчен ҫапла ыйтнӑ: «Мӗн пулчӗ ку? Мӗнле ҫӗнӗ вӗрентӳ ку? Вӑл усал сывлӑшсене те Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе хушать, лешсем Ӑна пӑхӑнаҫҫӗ». 28 Часах пӗтӗм Галилея тӑрӑхӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ.

Иисус нумай ҫынна чиртен сыватни

(Мф. 8:14-17; Лк. 4:38-41)

29 Ҫавӑн хыҫҫӑн тӳрех Иисус синагогӑран тухнӑ та Иаковпа тата Иоанпа пӗрле Симонпа Андрей килне пынӑ. 30 Симонӑн хунямӑшӗ сив чирпе выртнӑ пулнӑ. Ҫийӗнчех ун пирки Иисуса каласа панӑ. 31 Иисус ун патне пынӑ та аллинчен тытса ҫӗклесе тӑратнӑ. Хӗрарӑмӑн чирӗ ҫавӑнтах иртсе кайнӑ, вара вӑл вӗсене хӑналама пуҫланӑ. 32 Хӗвел ансан, каҫ пуласпа, Иисус патне чирлисемпе усал ернисене пурне те иле-иле пынӑ. 33 Пӗтӗм хулипех алӑк умне пуҫтарӑннӑ. 34 Чылайӑшне Вӑл чир-чӗртен сыватнӑ, усал сывлӑшсене те нумай хӑваласа кӑларнӑ. Усалсене Вӑл Хӑй Христос пулнине пӗлни ҫинчен калама чарнӑ.

Иисус Галилейӑра вӗрентни

(Лк. 4:42-44)

35 Ирхине вара Иисус ирех тӑрса тухнӑ та ҫын ҫук вырӑна кӗлтума кайнӑ. 36 Ҫапах та Симон тата унпа пӗрле пулнисем Ун хыҫҫӑн васканӑ. 37 «Сана пурте шыраҫҫӗ», – тенӗ вӗсем Иисуса тупсан. 38 «Манӑн ҫывӑхри ялсемпе хуласенче те ӳкӗтлесе вӗрентмелле, атьӑр унта каяр, мӗншӗн тесен Эпӗ тӗнчене вӗрентме килнӗ», – тенӗ Иисус вӗсене. 39 Вара Вӑл пӗтӗм Галилея тӑрӑх ҫӳресе унти синагогӑсенче ӳкӗтлесе вӗрентнӗ тата усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларнӑ.

Иисус юхан-суранлӑ ҫынна сыватни

(Мф. 8:1-4; Лк. 5:12-16)

40 Пӗррехинче Ун патне юхан-суранлӑ ҫын пынӑ та чӗркуҫленсе ларса Ӑна йӑлӑннӑ: «Сыватас тесессӗн, Эсӗ мана сыватма пултаратӑнах». 41 Иисус, хӗрхенсе, аллине тӑснӑ та ӑна сӗртӗнсе ҫапла каланӑ: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал». 42 Ҫакна каласанах ун ҫинчи юхан-суран пӗтнӗ, ӳчӗ тап-таса пулса тӑнӑ. 43 Иисус ун ҫине ҫирӗппӗн пӑхнӑ та ӑна ҫав самантрах кайма хушнӑ. 44 «Асту, никама та ним те ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та ху тасалнӑшӑн Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те ӗнтӗ». 45 Анчах та лешӗ, кайнӑ-кайманах, мӗн пулса иртни ҫинчен пурне те пӗлтерсе, каласа ҫӳреме пуҫланӑ. Иисусӑн вара хулана куҫкӗретӗнех кӗресси пӗтнӗ, Вӑл хула тулашӗнче, ялсӑр вырӑнсенче ҫӳренӗ. Ун патне халӑх пур ҫӗртен те пырсах тӑнӑ.

2

Паралич ҫапнӑ ҫынна сыватни

(Мф. 9:1-8; Лк. 5:17-26)

1 Иисус каллех Капернаума пырсан темиҫе кунранах Вӑл килне тавӑрӑнни ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. 2 Нумаях та вӑхӑт иртмен, алӑк патӗнче те вырӑн юлмиех халӑх пуҫтарӑннӑ. Иисус ҫынсене Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ. 3 Ҫавӑн чухне тӑваттӑн Ун патне паралич ҫапнӑ ҫынна ҫӗклесе пынӑ. 4 Халӑх йышлӑ пулнӑран вӗсем Иисус патне ҫывхарайман. Вара вӗсем, ҫурт виттине пӗр ҫӗртен сирсе, паралич ҫапнӑ ҫынна выртнӑ вырӑнӗпех Иисус тӗлне антарнӑ. 5 Иисус вӗсен ӗненӗвне курса паралич ҫапнӑ ҫынна ҫапла каланӑ: «Ачам, санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ». 6 Ҫавӑнта темиҫе саккун вӗрентӳҫи ларнӑ, вӗсем хӑйсен ӑшӗнче шухӑшланӑ: 7 «Ку мӗн капла Турра хурлать? Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне ҫылӑх каҫарма кам пултартӑр?» 8 Иисус Хӑйӗн чун-чӗмӗпе вӗсен ӑшри шухӑшӗсене ҫав самантрах пӗлсе ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта апла шухӑшлатӑр? 9 Паралич ҫапнӑ ҫынна мӗн калама ҫӑмӑлтарах? „Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ“ теме-и е: „Тӑр, вырӑнна ил те утса ҫӳре“ теме? 10 Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сире пӗлтерессӗм килет». Ҫавна пӗлтерес тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ: 11 «Сана калатӑп: тӑр та сарнӑ вырӑнна илсе киле кай». 12 Лешӗ ҫав самантрах тӑнӑ та, вырӑнне илсе, пурин умӗнчех тухса кайнӑ. Вара пурте шалтах тӗлӗнсе тата Турра мухтаса: «Кунашкаллине эпир нихӑҫан та курманччӗ», – тенӗ.

Иисус Левие чӗнни

(Мф. 9:9-13; Лк. 5:27-32)

13 Иисус каллех тинӗс хӗррине кайнӑ. Пӗтӗм халӑх Ун тавра пуҫтарӑннӑ, Вӑл халӑха вӗрентнӗ. 14 Иртсе пынӑ чухне Вӑл Алфей ывӑлне Левие, налук пухмалли ҫуртра лараканскере, курнӑ. «Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ ӑна Иисус. Лешӗ тӑнӑ та Ун хыҫӗнчен кайнӑ.

15 Пӗррехинче Иисуспа вӗренекенӗсем Левий килӗнче хӑналаннӑ. Вӗсемпе пӗрле тата налук пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем те нумаййӑн апатланнӑ, вӗсем Ун хыҫӗнчен яланах йышлӑн ҫӳренӗ. 16 Иисус налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле апат ҫинине курсан фарисейсен саккун вӗрентӳҫисем Унӑн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Епле-ха Вӑл налук пухакансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет?» 17 Ҫакна илтсен Иисус вӗсене: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ. Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ», – тенӗ.

Типӗ тытасси ҫинчен ыйтни

(Мф. 9:14-17; Лк. 5:33-39)

18 Иоанн вӗренекенӗсемпе фарисейсен вӗренекенӗсем типӗ тытнӑ. Вӗсем Иисус патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Иоанн вӗренекенӗсем те, фарисейсен вӗренекенӗсем те типӗ тытаҫҫӗ, Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн типӗ тытмаҫҫӗ?» 19 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Туй ачисем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне типӗ тытӗҫ-и? Ҫук, кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе чухне вӗсем типӗ тытма пултараймӗҫ. 20 Акӑ кӗрӳ каччӑна вӗсенчен туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче вара вӗсем типӗ тытӗҫ.

21 Никам та кивӗ тумтир ҫине ҫӗнӗ пир саплӑк лартмасть. Апла тусан ҫӗнӗ саплӑкӗ кивӗ пирне тӑпӑлтарса кӑларӗ, ҫӗтӗкӗ вара татах пысӑкланӗ. 22 Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа никам та тултармасть. Апла тусан ҫӗнӗ эрех кивӗ сӑран хутаҫа ҫурса ярӗ те, эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ. Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа ямалла».

Христос тата шӑмат кун

(Мф. 12:1-8; Лк. 6:1-5)

23 Пӗррехинче шӑмат кун Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ. Унӑн вӗренекенӗсем ҫула май пучахсене тата-тата илнӗ. 24 Иисуса фарисейсем ҫапла каланӑ: «Пӑх-ха, мӗн хӑтланаҫҫӗ вӗсем шӑмат кун?! Тума юраманнине тӑваҫҫӗ». 25 Иисус вӗсене тавӑрса каланӑ: «Пӗррехинче Давид хӑй тата унпа пӗрле пулнисем выҫӑпа аптӑраса ҫитсен, вӑл мӗн тунине нихӑҫан та вуламан-им эсир? 26 Епле вӑл, Авиафар аслӑ священникра ларнӑ чухне, кӗлӗ ҫуртне кӗрсе Турра халалланӑ ҫӑкӑрсене ҫинӗ, ҫав ҫӑкӑрсене хӑйпе пӗрле пулнисене те панӑ. Вӗсене священниксемсӗр пуҫне никамӑн та ҫиме юраман вӗт-ха». 27 Унтан вӗсене ҫапла каланӑ: «Этеме шӑмат куншӑн туман, шӑмат куна этемшӗн тунӑ; 28 ҫавӑнпа та Этем Ывӑлӗ – шӑмат кун хуҫи те».

3

Алли типнӗ ҫынна сыватни

(Мф. 12:9-14; Лк. 6:6-11)

1 Иисус каллех синагогӑна пынӑ; унта алли типнӗ ҫын пулнӑ. 2 Иисуса айӑплама сӑлтав тупас шутпа, ҫак ҫынна Вӑл шӑмат кун сыватмӗ-и тесе, хӑшӗ-пӗрисем Ӑна сӑнаса тӑнӑ. 3 Иисус алли типнӗ ҫынна ҫапла каланӑ: «Маларах тух-ха». 4 Лешсене вара каланӑ: «Шӑмат кун ырӑ тумалла-и е усал тумалла? Чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле?» Пӗри те хирӗҫ чӗнмен. 5 Иисус, вӗсем хытӑ чунлӑ пулнӑран кулянса, вӗсене ҫилӗллӗн пӑхса ҫавӑрӑннӑ та ҫав ҫынна каланӑ: «Аллуна тӑс-ха». Лешӗ тӑснӑ та, алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ. 6 Фарисейсем вара унтан тухсан тӳрех Ирод майлӑ ҫынсен ушкӑнӗпе пӗрле Иисуса епле вӗлерес-ши тесе Ӑна хирӗҫ кавар тунӑ.

Тинӗс хӗрринче

7 Иисус вара Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе тинӗс хӗррине кайнӑ. Ун хыҫҫӑн Галилейӑра, Иудейӑра, Иерусалимра, Идумейӑра тата Иордан леш енче пурӑнакан темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. Иисусӑн ӗҫӗсем пирки сӑмах сарӑлнӑран унта Тирпа Сидон таврашӗнчи ҫынсем те йышлӑн пуҫтарӑннӑ. 9 Иисус чылайӑшне сыватнӑ. Ӑна сӗртӗнесчӗ тесе чирлисем Ун патне талпӑннӑ. Хӑй тавра халӑх кӗпӗрленсе тулнӑран Иисус вӗренекенӗсене Хӑй валли кимӗ хатӗрлеме хушнӑ. 11 Иисуса курсан усал сывлӑшсем Ун умне ӳксе: «Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ!» – тесе кӑшкӑрнӑ. 12 Иисус вара вӗсене Хӑй ҫинчен пӗлтерме хыттӑнах чарнӑ.

Вун икӗ апостола суйласа илни

(Мф. 10:1-4; Лк. 6:12-16)

13 Унтан Иисус ту ҫине улӑхнӑ та Хӑй чӗнес тенӗ вӗренекенӗсене чӗннӗ; лешсем Ун патне пынӑ. 14 Вӗсенчен вун иккӗшне Иисус Хӑйпе пӗрле пулмашкӑн, вӗрентме ямашкӑн, чиртен сыватмашкӑн тата усалсене хӑваласа кӑлармашкӑн хӑват илччӗр тесе суйласа лартнӑ. 16 Вӑл ҫаксене суйласа илнӗ: Симон – Иисус ӑна Петр тесе ят панӑ; 17 Зеведей ывӑлӗсем Иаковпа унӑн шӑллӗ Иоанн – Иисус вӗсене Воанергес тесе ят панӑ, ку «аслати ачисем» тени пулать; 18 Андрей, Филипп, Варфоломей, Матфей, Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков, Фаддей, Симон Кананит 19 тата Иуда Искариот. Ҫакӑ вара Ӑна сутаканни пулнӑ.

Усалсене Иисус мӗнле хӑватпа хӑваласа кӑларать?

(Мф. 12:22-32; Лк. 11:14-23; 12:10)

20 Иисуспа вӗренекенӗсем пӗр ҫурта кӗнӗ. Каллех халӑх нумай пуҫтарӑннӑ пирки вӗсен апат ҫиме те май пулман. 21 Иисусӑн ӑс-пуҫӗ йӗркеллех мар тенине илтсен тӑванӗсем Ӑна илме пынӑ. 22 Унӑн ӑшӗнче – Веельзевул , Иисус усал сывлӑшсене усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать тесе калаҫнӑ Иерусалимран пынӑ саккун вӗрентӳҫисем те. 23 Иисус вӗсене аяккарах чӗнсе илнӗ те ытарлӑн ҫапла каланӑ: «Епле-ха шуйттан шуйттана хӑваласа кӑлартӑр? 24 Хирӗҫсе-пайланса кайсан патшалӑх тытӑнса тӑраймасть, 25 кил-йыш та хирӗҫсе-пайланса кайсан арканать. 26 Шуйттан та, хӑйпе хӑй хирӗҫсен, пайланса кайсан, тытӑнса тӑраймасть; унӑн пӗтес вӑхӑчӗ ҫитнӗ пулать вара. 27 Вӑйлӑ ҫыннӑн ҫуртне кӗрсен, малтанах вӑйлӑскерне ҫыхса пӑрахмасӑр, никам та унӑн япалисене ҫаратаймӗ, ҫыхса пӑрахсан тин унӑн ҫуртне ҫаратайӗ. 28 Чӑн калатӑп сире, этем ывӑлӗсен кирек епле ҫылӑхӗсем те, кирек епле хурласа калаҫнисем те каҫарӑнӗҫ. 29 Анчах та кам Святой Сывлӑша хурлать, ӑна ӗмӗрне те каҫару пулмӗ. Ҫав ҫын ӗмӗрлӗхех айӑплӑ пулма тивӗҫлӗ». 30 Унӑн ӑшӗнче усал сывлӑш ларать тенӗрен Вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ.

Иисус Христос Амӑшӗпе тӑванӗсем

(Мф. 12:46-50; Лк. 8:19-21)

31 Иисусӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем Ун патне пынӑ та, хӑйсем пӳрте кӗмен, Ӑна чӗнсе тухма ыйтнӑ. 32 Иисус тавра халӑх ларнӑ. «Сана тулта Аннӳпе тӑванусем чӗнеҫҫӗ», – тенӗ Ӑна ҫавӑн чухне. 33 «Кам Манӑн Аннем? Камсем Манӑн тӑванӑмсем?» – тавӑрнӑ вӗсене Иисус. 34 Унтан, Хӑй тавра ларакансене пӑхса ҫавӑрӑнса, ҫапла каланӑ: «Акӑ Манӑн аннемпе тӑванӑмсем. 35 Мӗншӗн тесен кам Турӑ ирӗкне пурнӑҫласа пурӑнать, ҫав Манӑн тӑванӑм та, аннем те пулать».

4

Акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑх

(Мф. 13:1-9; Лк. 8:4-8)

1 Иисус каллех тинӗс хӗрринче вӗрентме пуҫланӑ. Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ, ҫавӑнпа Унӑн кимӗ ҫине ларма тивнӗ. Вӑл тинӗс хӗрринчи кимӗ ҫинче пулнӑ, мӗн пур халӑх вара ҫыран хӗрринче тӑнӑ. 2 Иисус вӗсене ытарлӑн каласа нумай вӗрентнӗ, вӗсене ӳкӗтлесе ҫапла каланӑ: 3 «Ӗнтӗ итлӗр. Пӗр акаҫӑ акана тухнӑ. 4 Хайхи акнӑ чухне хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ, кайӑксем вӗҫсе пынӑ та ҫав пӗрчӗсене сӑхса пӗтернӗ. 5 Хӑшӗ чуллӑ, сахал тӑпраллӑ ҫӗре ӳкнӗ, тӑпри ӑшӑх пулнӑран калча часах шӑтса тухнӑ. 6 Анчах та хӗвел тухсанах ӑна ӗнтсе янӑ, тымар ярайман калча вара типсе ларнӑ. 7 Хӑшӗ пиҫенлӗ вырӑна ӳкнӗ, пиҫен ҫитӗнсе кайнӑ та калчана пусса лартнӑ, вара калча пучах кӑларайман. 8 Хӑшӗ тата пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкнӗ те шӑтса тухса пучах кӑларнӑ: пӗр пӗрчӗрен вӑтӑр пӗрчӗ, тепри утмӑл пӗрчӗ, тата тепри ҫӗр пӗрчӗ пултарнӑ. 9 Илтме хӑлха пурри илттӗр!» – тенӗ Иисус вӗсене.

Ытарлӑн калани ҫинчен

(Мф. 13:10-17; Лк. 8:9-10)

10 Халӑх салансан, унта юлнӑ ҫынсем тата вун икӗ вӗренекенӗ Унран ытарлӑн калани ҫинчен ыйтнӑ. 11 Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ. Ыттисене вара, тивӗҫлӗ маррисене, Эпӗ йӑлтах ытарлӑн калатӑп, ӗнтӗ вӗсем куҫӗпе пӑхсан та курмаҫҫӗ, хӑлхипе илтсен те ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та, ҫылӑхӗсене каҫарттарас тесе, Турӑ енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ».

Акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑха ӑнлантарни

(Мф. 13:18-23; Лк. 8:11-15)

13 «Ҫак ытарлӑха та ӑнланмастӑр-и? – тенӗ вӗсене Иисус. – Ыттисене вара епле ӑнланса илӗр? 14 Акаҫӑ Турӑ сӑмахӗ акать. 15 Ҫул хӗррине ӳкни ҫакна пӗлтерет: хӑш-пӗрисем вӗрентнӗ сӑмаха итлеҫҫӗ, анчах та илтсенех вӗсем патне шуйттан пырать те вӗсен чун-чӗрине акнине вӑрласа каять. 16 Ҫавнашкалах чуллӑ ҫӗре ӳкни те Турӑ сӑмахне илтсе ӑна тӳрех хавасланса йышӑнакансене пӗлтерет, 17 анчах та вӗсем питӗ иккӗленчӗк, чун-чӗрисем тымарсӑр. Каярахпа, сӑмахшӑн хӗн кӑтартма е хӗсӗрлеме тытӑнсан, вӗсем тӳрех ӗненӳрен пӑрӑнаҫҫӗ. 18 Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни те Турӑ сӑмахне илтекен ҫынсенех пӗлтерет, 19 анчах та ку тӗнчери хӗвӗшӳ, пуянлӑх илӗртӗвӗпе ытти илӗртӳсем вӗсен чунне тулса сӑмаха пусса лартаҫҫӗ те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать. 20 Пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкни Турӑ сӑмахне илтсе ҫав сӑмаха хапӑл тӑвакансене пӗлтерет, вӗсен чӗринчи сӑмах тӗшӗ кӑларать. Ҫапла вара, пӗринчен вӑтӑр пӗрчӗ, тепринчен утмӑл пӗрчӗ, тата тепринчен ҫӗр пӗрчӗ пулать».

Ҫутаткӑҫпа виҫе ҫинчен каланӑ ытарлӑх

(Лк. 8:16-18)

21 Унтан Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫутаткӑҫа чӳлмекпе хуплама е кравать айне лартма илсе пыраҫҫӗ-им? Ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли ҫине вырнаҫтармаҫҫӗ-им? 22 Вӑрттӑнни те паллӑ пулатех, пытарса хӑварни те ҫиеле тухатех. 23 Илтме хӑлха пурри илттӗр!»

24 Тата вӗсене каланӑ: «Ман сӑмахӑма тимлӗн итлӗр. Мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ. Сире, сӑмахӑма итлекенсене, ытларах та хушса парӗҫ. 25 Камӑн пур, ӑна татах парӗҫ. Камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ».

Вӑрлӑх ҫинчен каланӑ ытарлӑх

26 «Турӑ Патшалӑхӗ ҫакӑн евӗрлӗ, – тенӗ тата Иисус. – Ҫын ҫӗре вӑрлӑх акать. 27 Кайран вӑл каҫсерен ҫывӑрать, ирсерен тӑрать. Ҫав хушӑра вӑрлӑх шӑтса ӳсет, хайхи ҫын ку епле пулнине те пӗлмест. 28 Ҫӗр хӑй тӗллӗнех ҫимӗҫ парать: малтан калча ӳстерет, унтан пучах кӑларттарать, кайран пучаха тултарать. 29 Пулса ҫитнӗ пучах часрах ҫурла тыттарать, мӗншӗн тесен вырма вӑхӑчӗ ҫитнӗ».

Сарӑ пӑрӑҫ вӑрри ҫинчен каланӑ ытарлӑх

(Мф. 13:31-32; Лк. 13:18-19)

30 «Турӑ Патшалӑхне тата мӗнпе танлаштарар-ши? Ӑна мӗнле ытарлӑхпа сӑнарлама май пур-ши? – тенӗ Иисус. 31 – Вӑл – сарӑ пӑрӑҫ вӑрри евӗрлӗ теме пулать. Акнӑ чухне ҫав пӗрчӗ ҫӗр ҫинчи вӑрӑсенчен чи пӗчӗкки. 32 Аксассӑн шӑтса тухать те мӗн пур пахча ҫимӗҫсенчен те ҫӳллӗ пулать. Унӑн парка турачӗсен сулхӑнӗнче вара вӗҫен кайӑксем те йӑва ҫавӑрма пултараҫҫӗ». 33 Ҫынсем тавҫӑрса илме пултарнӑ таран Иисус вӗсене Турӑ сӑмахне ҫакнашкал нумай ытарлӑхпа вӗрентнӗ. 34 Ҫынсемпе Вӑл ытарлӑ кӑна калаҫнӑ, вӗренекенӗсене вара куҫа-куҫӑн чухне пӗтӗмпех ӑнлантарса панӑ.

Ҫил-тӑвӑла чарни

(Мф. 8:23-27; Лк. 8:22-25)

35 Каҫ пулса килнӗ чухне Иисус вӗренекенӗсене каланӑ: «Тинӗс тепӗр енне каҫар-ха». 36 Вара вӗренекенӗсем, халӑхпа сывпуллашсан, Иисуса ларнӑ киммипех хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ. Унтах ытти кимӗсем те пулнӑ. 37 Ҫавӑн чухне вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ, вара хум ҫапнипе кимме шыв тула пуҫланӑ. 38 Иисус киммӗн хыҫалти пайӗнче пуҫелӗк хурсах ҫывӑрнӑ пулнӑ. Ӑна вӑратса ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эпир пӗтсен те Сана пурпӗрех-им?» 39 Иисус тӑнӑ та ҫиле чарӑнма хушнӑ, тинӗсе: «Чарӑн, ан шавла», – тенӗ. Вара ҫил лӑпланнӑ та, ҫанталӑк шӑпах пулнӑ. 40 «Мӗншӗн эсир ҫав тери хӑравҫӑ? Нивушлӗ сирӗн ӗненӗвӗр ҫук?» – тенӗ Иисус вӗсене. 41 Питӗ хӑраса кайнипе вӗсем пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: «Кам-ши Ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать».

5

Усал ернӗ ҫынна сыватни

(Мф. 8:28-34; Лк. 8:26-39)

1 Иисуспа вӗренекенӗсем тинӗс леш енчи Гадара ҫӗрне ҫитсе чарӑннӑ. 2 Иисус кимӗ ҫинчен ансанах Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхран тухнӑ усал ернӗ пӗр ҫын тӗл пулнӑ. 3 Вӑл ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхсенче пурӑннӑ, ӑна никам та сӑнчӑрласа та чарайман. 4 Ҫынсем темиҫе хут та унӑн алли-урине сӑнчӑрласа-тимӗрлесе пӑхнӑ, анчах вӑл сӑнчӑрӗсене тата-тата пӑрахнӑ, тимӗрӗсене ватнӑ. Ӑна никам та лӑплантарма пултарайман. 5 Ҫав ҫын яланах, кунӗн-ҫӗрӗн сӑртсем ҫинче тата ҫӗр хӑвӑлӗсенчи тупӑклӑхра кӑшкӑрашса, хӑйне-хӑй чулпа ҫапса сусӑрлатса ҫӳренӗ. 6 Вӑл, Иисуса инҫетренех асӑрхаса, Ун патне чупса пынӑ та чӗркуҫленсех пуҫҫапнӑ. 7 «Эй, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ Иисус! – тесе хыттӑн кӑшкӑрнӑ вӑл. – Санӑн манпа мӗн ӗҫ пур? Турӑ ячӗпе Сана тархаслатӑп, ан асаплантар мана». 8 Мӗншӗн тесен Иисус ӑна: «Усал сывлӑш, тух ҫак ҫын ӑшӗнчен», – тенӗ пулнӑ. 9 «Эсӗ мӗн ятлӑ?» – тесе ыйтнӑ унран Иисус. «Эпир нумаййӑн, ҫавӑнпа та эпӗ „пулккипех“ ятлӑ», – тенӗ Ӑна лешӗ. 10 Унтан хӑйсене ҫав тӑрӑхран хӑваласа ан ятӑр тесе вӗсем Иисуса йӑлӑнсах тархасланӑ. 11 Ҫавӑнтах, ту патӗнче, пӗр пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ. 12 Усалсем пурте Иисуса: «Пире ҫав сыснасен ӑшне кӗме ярсам», – тесе йӑлӑннӑ. 13 Иисус ҫавӑнтах вӗсене ирӗк панӑ. Вара усал сывлӑшсем, тухса, сыснасем ӑшне кӗнӗ. Унтан сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫырантан тинӗсе сикнӗ, пурте путса вилнӗ. Кӗтӳре икӗ пине яхӑн сысна пулнӑ. 14 Сысна пӑхакансем вара хуланалла чупнӑ та ҫавӑн ҫинчен хулара тата таврари ялсенче кала-кала кӑтартнӑ. Халӑх мӗн пулнине курма тухнӑ. 15 Хайхисем Иисус патне пынӑ та акӑ мӗн курнӑ: ҫав ҫын, пулккипе усал ернӗскер, тумланса ларнӑ та чипер ӑс-тӑнпах ларать. Ҫакна курсан вӗсем хӑрасах кайнӑ. 16 Куҫӑн курнисем вӗсене усал ернӗ ҫынпа мӗн пулса иртнине те, сыснасем ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. 17 Вара халӑх Иисуса хӑйсен ҫӗрӗ-шывӗнчен кайма тархасла пуҫланӑ. 18 Иисус кимӗ ҫине ларнӑ чухне хайхи усал ернипе асапланнӑ ҫын хӑйне те пӗрле илме йӑлӑннӑ. 19 Анчах та Иисус ӑна пӗрле илмен. «Эсӗ киле кай та Хуҫа Турӑ хӑвӑншӑн мӗн тунине, епле хӗрхеннине тӑванусене каласа кӑтарт», – тесе кӑна хушса хӑварнӑ. 20 Унтан ҫав ҫын Вунхула ҫӗрне кайнӑ та Иисус ӑна мӗн туни ҫинчен каласа ҫӳреме пуҫланӑ. Вара пурте тӗлӗннӗ.

Иаир хӗрне чӗртни тата юн каякан хӗрарӑма сыватни

(Мф. 9:18-26; Лк. 8:40-56)

21 Иисус тинӗс леш енчен кимӗпе каялла тавӑрӑннӑ. Хӑй патне халӑх йышлӑ пухӑннӑран Вӑл пӗр вӑхӑт тинӗс хӗрринчех пулнӑ. 22 Ҫавӑнта синагога пуҫлӑхӗсенчен пӗри, Иаир ятлӑскер, пынӑ. Иисуса курсанах, Ун ури умне ӳксе, вӑл питӗ хытӑ тархасла пуҫланӑ: «Хӗрӗм вилесле выртать, пырсамччӗ, сывалса чӗрӗ юлтӑр тесе ун ҫине аллуна хурсамччӗ». 24 Вара Иисус унпа пӗрле кайнӑ. Ун хыҫҫӑн халӑх йышлӑн кӗпӗрленсе пынӑ. 25 Ҫавӑнта юн кайнипе вун икӗ ҫул асапланакан пӗр хӗрарӑм пулнӑ. 26 Вӑл тӗрлӗ тухтӑрсем патне ҫӳресе нумай нуша курнӑ, пӗтӗм укҫи-тенкине пӗтернӗ, анчах ним усси те пулман, унӑн сывлӑхӗ пушшех япӑхланса пынӑ. 27 Ҫав хӗрарӑм Иисус ҫинчен илтсе пӗлнӗ. «Унӑн тумтирне те пулин сӗртӗнсен сывалӑттӑм», – тесе шухӑшланӑ вӑл. Вара хайхискер халӑх хушшипе хыҫалтан пынӑ та Унӑн тумтирне сӗртӗннӗ. 29 Ҫавӑнтах хӗрарӑмӑн юн кайма пӑрахнӑ, чир-чӗртен сывалнине вӑл пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйса илнӗ. 30 Иисус, Хӑйӗнчен хӑват тухнине чунӗпе ҫав самантрах сиссе, халӑха пӑхса ҫавӑрӑннӑ та: «Тумтирӗме кам сӗртӗнчӗ?» – тенӗ. 31 Вара вӗренекенӗсем Ӑна ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн тавра халӑх кӗпӗрленнине курса тӑнӑ ҫӗртех епле-ха Эсӗ: „Тумтирӗме кам сӗртӗнчӗ?“ – тетӗн». 32 Анчах та Иисус, Хӑйне кам сӗртӗннине курас тесе, ҫаплипех йӗри-тавралла пӑхкаланӑ. 33 Хӑранипе чӗтреме ернӗ хӗрарӑм вара, хӑйпе мӗн пулса иртнине пӗлекенскер, Иисус патне пынӑ та Ун умне ӳксе тӗрӗссине каласа панӑ. 34 «Хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана. Канӑҫлӑ каях, чирӳнтен сывал!» – тенӗ вара ӑна Иисус.

35 Иисус ҫак сӑмахсене каланӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен пынӑ та ҫапла каланӑ: «Хӗрӳ вилсе кайрӗ ӗнтӗ. Вӗрентекене мӗншӗн чӑрмантаратӑн тата?» 36 Анчах та Иисус, ҫак сӑмахсене илтсенех, синагога пуҫлӑхне: «Ан хӑра, ӗнен кӑна», – тенӗ. 37 Вара Вӑл Петрпа Иаковсӑр пуҫне, Иаков шӑллӗ Иоансӑр пуҫне Хӑй хыҫҫӑн никама та пыма хушман. 38 Иисус синагога пуҫлӑхӗн килне ҫитнӗ те аптӑраса кайнӑ ҫынсене курнӑ, хӳхлесе хыттӑн йӗнине илтнӗ. 39 «Мӗншӗн каплах кулянса йӗретӗр? – тенӗ Вӑл пӳрте кӗрсенех. – Хӗр ача вилмен, ҫывӑрать кӑна». 40 Ҫынсем Иисусран кулма пуҫланӑ. Анчах та Вӑл ыттисене пӳртрен тухма хушнӑ та хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗпе тата Хӑйпе пулнисемпе пӗрле хӗр ача выртакан пӳлӗме кӗнӗ. 41 Унтан хӗр ачана аллинчен тытнӑ та: «Талифа куми!» – тенӗ. Ку: «Хӗрӗм, сана калатӑп, тӑр!» – тенине пӗлтерет. 42 Хӗр ача – вӑл ӗнтӗ вун икӗ ҫулсенче пулнӑ – вара тӳрех тӑнӑ та утма пуҫланӑ. Ҫакна курсан пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. 43 Ҫак ӗҫ пирки никам та ан пӗлтӗр тесе Иисус вӗсене ҫирӗппӗн каласах чарнӑ. Вара хӗре ҫимелли пама хушнӑ.

6

Назарет ҫыннисем Иисуса ӗненменни

(Мф. 13:53-58; Лк. 4:16-30)

1 Унтан Иисус ҫав вырӑнтан Хӑй ӳснӗ хулана тавӑрӑннӑ. Унпа пӗрле вӗренекенӗсем те пынӑ. 2 Шӑмат кун ҫитсен Вӑл синагогӑра вӗрентме пуҫланӑ. Итлекенсенчен чылайӑшӗ тӗлӗннипе ҫапла каланӑ: «Кунашкал пӗлӳ ӑҫтан тухать-ха Унӑн? Мӗнлескер-ши вӑл, Ӑна панӑ ӑслӑлӑх? Ҫавнашкал хӑватсене тума епле пултарать-ши Вӑл? 3 Платник ҫеҫ мар-им вара Вӑл? Вӑл Мария ывӑлӗ, Иаковпа Иосийӑн, Иудӑпа Симонӑн тӑванӗ кӑна-иҫ! Унӑн аппӑшӗсем те кунтах, хамӑр хушшӑмӑртах мар-им вара?» Ҫапла вӗсем Унӑн сӑмахӗсене ӗненесшӗн пулман. 4 Иисус вара вӗсене каланӑ: «Хисеплемен пророк пулмасть, хисеп тумасан та ӑна тӑван ҫӗр-шывӗнче тата тӑван халӑхӗ хушшинче, хӑй килӗнче кӑна хисеп тумаҫҫӗ». 5 Вӑл унта нимӗнле хӑват та кӑтартман, хӑш-пӗр чирлӗ ҫынсене кӑна аллине хурса сыватнӑ. 6 Вӗсен ӗненменлӗхӗнчен Иисус питӗ тӗлӗннӗ. Унтан вара таврари ялсенче вӗрентсе ҫӳренӗ.

Иисус вун икӗ апостолне вӗрентсе ҫӳреме ярать

(Мф. 10:1, 5-15; Лк. 9:1-6)

7 Иисус Вун иккӗшне чӗнсе илнӗ. Вара вӗсене, усал сывлӑшсене пӑхӑнтарма хӑват парса, икшерӗн-икшерӗн вӗрентме янӑ. 8 Иисус вӗсене ҫул ҫине туясӑр пуҫне нимӗн те: хутаҫ та, ҫӑкӑр та, вак укҫа та – илме хушман, 9 чаплӑ пушмак тӑхӑнма та, тепӗр кӗпе илме те каламан. 10 «Сире хӑш ҫуртра хапӑл туса йышӑнаҫҫӗ, ҫав ҫуртра вӑл вырӑнтан кайма вӑхӑтӑр ҫитичченех пурӑнӑр, – тенӗ Иисус вӗсене. – Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сӑмахӑра та итлемесен, унтан тухса кайнӑ чухне эсир, вӗсене асӑрхаттарнине пӗлтерсе, пушмак ҫумӗнчи тусана та силлесех хӑварӑр. Чӑн калатӑп сире: суд кунӗнче Содомпа Гоморра хулисене ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ ». 12 Вӗсем вара кайнӑ та ҫылӑхран ӳкӗнме вӗрентсе ҫӳренӗ; 13 нумай-нумай усал сывлӑш хӑваласа кӑларнӑ, чылай чирлӗ ҫынна ҫу сӗрсе сыватнӑ.

Шыва кӗртекен Иоанн вилӗмӗ

(Мф. 14:1-12; Лк. 9:7-9)

14 Ҫав вӑхӑтра Иисус ячӗ тавраллах сарӑлнӑ. Ирод патша Ун ҫинчен илтсен ҫапла каланӑ: «Ку – вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Шыва кӗртекен Иоанн, ҫавӑнпа вӑл хӑватсем кӑтартать те». 15 Хӑшӗсем тата: «Вӑл Илия пророк», – тенӗ. «Вӑл авалхи пророксем евӗрлӗ пророк», – тенӗ тата теприсем. 16 Ирод вара, ҫакнашкал калаҫусене илтсен: «Ку ҫын – эпӗ пуҫне кастарнӑ Шыва кӗртекен Иоанн, вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ», – тенӗ. 17 Ирод хӑйӗн пиччӗшӗн Филипӑн арӑмне, Иродиадӑна, качча илнӗ пулнӑ. Ҫав хӗрарӑма пула вӑл Иоана тыттарса тӗрмене хупса лартнӑ пулнӑ. Мӗншӗн тесен Иоанн ӑна: «Санӑн инкӳпе пурӑнма юрамасть», – тесе ӳпкеленӗ. 19 Иродиада вара, Иоана ҫилленсе, ӑна вӗлерттересшӗн пулнӑ, анчах пултарайман, 20 мӗншӗн тесен Ирод Иоанран хӑранӑ. Иоанн тӳрӗ, сӑваплӑ ҫын иккенне пӗлсе Ирод ӑна кӳрентерме паман, хӑйӗн ӗҫӗсене те нумайӑшне Иоанн каланӑ пек тунӑ, унӑн сӑмахӗсене кӑмӑлласах итленӗ. 21 Иродиадӑн кӗтнӗ кунӗ аранах ҫитнӗ. Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявлама улпут таврашӗсене, пинпӳсене тата Галилейӑри ятлӑ-сумлӑ ҫынсене чӗнсе ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. 22 Ҫавӑн чухне Иродиада хӗрӗ кӗнӗ те хӑнасене ташласа савӑнтарнӑ. Унӑн ташши Иродпа хӑнисене питӗ килӗшсе кайнӑ. Ирод вара хӗре: «Манран мӗн ыйтассу килет, ҫавна ыйт. Эпӗ сана кирек мӗн ыйтсан та парӑп, ҫур патшалӑхӑма та пама хатӗр», – тесе тупа тунӑ. 24 Хӗр амӑшӗ патне тухнӑ та: «Мӗн ыйтам-ши?» – тенӗ. «Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне ыйт», – тенӗ амӑшӗ. 25 Хӗрӗ ҫавӑнтах патша патне васкаса кӗнӗ. «Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне тирӗк ҫине хурса халех илсе килсе пар мана», – тенӗ вӑл. 26 Патша салхуланнӑ, анчах хӑнисем умӗнче тупа тунӑран мӗн ыйтнине пама пулнӑ. 27 Вара патша ҫав самантрах, Иоанн пуҫне илсе килме хушса, пӗр салтакне тӗрмене янӑ. 28 Салтакӗ тӗрмене кайнӑ та Иоанн пуҫне касса, тирӗк ҫине хурса хӗр патне илсе пынӑ, лешӗ вара ӑна амӑшне панӑ. 29 Ҫавна илтсен Иоанн вӗренекенӗсем пынӑ та унӑн ӳтне тупӑклӑха илсе кайса пытарнӑ.

Пилӗк пин ҫынна тӑрантарни

(Мф. 14:13-21; Лк. 9:10-17; Ин. 6:1-14)

30 Апостолсем Иисус патӗнче пуҫтарӑннӑ, хӑйсем мӗн-мӗн тунине, мӗн-мӗн вӗрентнине йӑлтах каласа панӑ. 31 Килен-каян йышлӑ пулнӑран вӗсен апат ҫиме те май пулман, ҫавӑнпа Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Халӗ хамӑр кӑна ҫын ҫук вырӑна каяр та кӑштах канар». 32 Вара вӗсем пӗр хӑйсем кӑна кимӗпе ҫын ҫук вырӑна ишсе кайнӑ. 33 Ҫапах та вӗсем ишсе кайнине ҫынсем асӑрханӑ, чылайӑшӗ вӗсене палласа илнӗ. Тӗрлӗ хуласенчен тухнӑ халӑх, васкаса, ҫав вырӑна маларах ҫитнӗ те Иисус патне пухӑннӑ. 34 Ҫыран хӗррине тухсан Иисус унта ҫынсем нумай пулнине курнӑ. Вӑл ҫынсене хӗрхеннӗ, мӗншӗн тесен вӗсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пекех пулнӑ. Вара Иисус вӗсене чылай вӗрентнӗ. 35 Каҫ пулса килнӗрен вӗренекенӗсем Иисус патне пырса ҫапла каланӑ: «Кунта ҫын пурӑнман вырӑн, ӗнтӗ каҫ та пулса килет. 36 Эсӗ ҫынсене таврари ялсене кайса хӑйсем валли ҫӑкӑр туянмашкӑн ярсамччӗ, вӗсен ҫиме ҫук». 37 «Ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр», – тавӑрнӑ Иисус. «Вӗсене ҫитерме пӗр ик ҫӗр динарийлӗх ҫӑкӑр кирлӗ. Кайса туянмалла-и вара пирӗн?» – тенӗ Ӑна. 38 «Кайса пӑхӑр-ха, сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур?» – тенӗ Иисус вӗсене. «Пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ», – тенӗ лешсем кайса пӗлнӗ хыҫҫӑн. 39 Вара Иисус халӑха ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫерем ҫине лартма хушнӑ. 40 Ҫынсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫӗршерӗн, аллӑшарӑн ларса тухнӑ. 41 Унтан Иисус пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Ҫӑкӑрсене Вӑл халӑха валеҫмешкӗн вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ; икӗ пуллине те ҫавнашкалах валеҫнӗ. 42 Пурте ҫисе тӑраннӑ. 43 Унтан юлнӑ ҫӑкӑр татӑкӗсене, пулӑ татӑкӗсене тата вун икӗ кунтӑк туллиех пухнӑ. 44 Ҫиекенсенчен арҫынсем кӑна пилӗк пине яхӑн пулнӑ.

Иисус шыв ҫийӗпе утни

(Мф. 14:22-33; Ин. 6:15-21)

45 Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иисус вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларма, Хӑйӗнчен маларах тепӗр енне, Вифсаидӑналла, кимӗпе ишсе каҫма хушнӑ. Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ. 46 Халӑхпа сывпуллашсан Иисус ту ҫине кӗлтума кайнӑ. 47 Каҫхине кимӗ тинӗс варрипе ишсе пынӑ, Иисус вара пӗчченех ҫыран хӗрринче пулнӑ. 48 Вӑл вӗренекенӗсем кӗсменпе вӑйран кайса ҫиле хирӗҫ ишнине курнӑ. Тул ҫутӑласпа вара, тинӗс ҫийӗпе утса, Иисус вӗсем патне пынӑ, иртсе каясшӑн та пулнӑ. 49 Вӑл тинӗс ҫийӗпе утса пынине курсан вӗренекенӗсем, куҫа мӗлке курӑнать пулӗ тесе, хӑранипе кӑшкӑрсах янӑ. 50 Вӑл пурин куҫне те курӑннӑран вӗсен сехри хӑпнӑ та. Иисус вара ҫав самантрах сасӑ парса: «Хастар пулӑр! Ку – Эпӗ, ан хӑрӑр!» – тенӗ. 51 Вӑл вӗсен кимми ҫине ларсанах ҫил чарӑннӑ. Вӗренекенӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. 52 Мӗншӗн тесен чунӗсем уҫӑлса ҫитеймен пирки вӗсем ҫӑкӑрпа тунӑ хӑвата та ӑнланса илеймен пулнӑ-ха.

Геннисаретра чирлисене сыватни

(Мф. 14:34-36)

53 Тинӗс урлӑ ишсе каҫсан вӗсем Геннисарет ҫӗрне ҫитнӗ те ҫыран хӗррине пырса чарӑннӑ. 54 Кимӗ ҫинчен ансанах унти ҫынсем Иисуса палласа илнӗ те йӗри-таврах Ун ҫинчен пӗлтерсе ҫӳренӗ. Вара чирлисене вырӑнӗ-мӗнӗпех Иисус ҫавӑнта тенӗ ҫӗре илсе пыра пуҫланӑ. 56 Яла-и, хулана-и – Иисус кирек ӑҫта пырсан та – пур ҫӗрте те ҫынсем чирлисене уҫӑ лаптӑка илсе тухса вырттарнӑ. Вара Иисусран тумтир аркине те пулин сӗртӗнтерме йӑлӑннӑ. Ӑна сӗртӗнекенсем пурте сывалнӑ.

7

Ваттисен йӑли-йӗркине тытса пырасси ҫинчен

(Мф. 15:1-20)

1 Пӗррехинче Иисус патне фарисейсем тата Иерусалимран пынӑ темиҫе саккун вӗрентӳҫи пухӑннӑ. 2 Вӗсем Иисусӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем ҫуман, таса мар алӑпах ҫӑкӑр ҫинине асӑрханӑ та вӗсене ӳпкеленӗ. 3 Кунта ҫакна каламалла: фарисейсем, пур иудейсем пекех, ваттисен йӑлипе аллисене тӗплӗн ҫумасӑр ҫимеҫҫӗ. 4 Ҫавнашкалах пасартан тавӑрӑнсан та ҫӑвӑнас йӑлана туса ирттермелле, вара тин ҫимелле. Вӗсен тата ытти нумай йӑласене те тытса пымалла: савӑт-сапана та, сак-тенкеле те йӗркене пӑхӑнса ҫумалла. 5 Унтан фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисусран ыйтнӑ: «Мӗншӗн Санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑлине пӑхӑнмаҫҫӗ, ҫиес умӗн аллисене ҫумаҫҫӗ?» 6 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Сирӗн ҫинчен, икӗ питлӗскерсем ҫинчен, Исаия пророк Турӑ сӑмахӗсемпе аван ҫырса хӑварнӑ: „Ҫак ҫынсем чӗлхи-ҫӑварӗпе Мана хисеплеҫҫӗ, анчах чун-чӗрипе Манран питӗ аякра. 7 Вӗсем этем шухӑшласа кӑларнӑ вӗрентӗве, йӑла-йӗркене вӗрентеҫҫӗ пулсан, вӗсем Мана пуҫҫапни усӑсӑр“. 8 Эсир те Турӑ хушнине пӑрахӑҫласа этем шухӑшласа кӑларнӑ йӑласене ҫеҫ – савӑт-сапа ҫӑвассине тата ҫавӑн евӗрлӗ ытти тем те пӗре – тытса пыратӑр». 9 Иисус татах ҫапла каланӑ: «Эсир хӑвӑр йӑлӑра тытса пырас тесе Турӑ хушнине пӑрахӑҫлани лайӑх-им? 10 Моисей ҫапла каланӑ пулнӑ-ҫке-ха: „Аҫу-аннӳне хисепле“ тата „Ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калакана вилӗм ҫиттӗр“. 11 Эсир вара мӗне вӗрентетӗр? „Ҫын хӑй ашшӗне е амӑшне парассине „корван“ (Турӑ валлилӗх) тесе уйӑрса хума пултарать“, – тетӗр эсир. 12 Капла вӗренти вӑл ҫынна аҫушӑн е аннӳшӗн нимӗн тумасан та юрать тениех-ҫке. 13 Ҫавнашкал япаласем эсир урӑх та нумай тӑватӑр. Ҫапла майпа эсир хӑвӑр кӑларнӑ йӑла-йӗркешӗн Турӑ сӑмахне пӑрахӑҫлатӑр».

14 Унтан Иисус халӑха чӗнсе ҫапла каланӑ: «Пурте Мана итлӗр те ӑнланса илӗр. 15 Ҫынна тулашран кӗрекенни нимӗн те ирсӗрлетме пултараймасть, ӑшран тухаканни ирсӗрлетет. 16 Илтме хӑлха пурри илттӗр! » 17 Иисус халӑхран уйӑрӑлса пӳрте кӗрсен вӗренекенӗсем Унран ҫак ытарлӑх мӗне пӗлтернине ыйтнӑ. 18 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир те ҫав териех ӑнланусӑр-и? Тулашран кӗрекенни нимӗн те ҫынна ирсӗрлетме пултарайманнине те ӑнланмастӑр-и? 19 Тулашран кӗрекенни ҫын чун-чӗрине мар, вар-хырӑмне кӗрет те тулашах тухать». (Ҫапла майпа Иисус мӗн пур апат-ҫимӗҫ таса пулнине пӗлтернӗ.) 20 «Ӑшран тухаканни вара ҫынна Турӑ умӗнче ирсӗрлетет, – тенӗ Вӑл малалла. 21 – Мӗншӗн тесен усал шухӑшсем пурте: мӑшӑра улталасси, аскӑнланасси, ҫын вӗлересси, вӑрласси, ҫӑткӑнланасси, хаярланасси, улталасси, чарак ҫукки, кӗвӗҫесси, Турра хурласси, мӑнкӑмӑлланасси, ӑссӑрланасси – ҫын ӑшӗнчен, чун-чӗринчен тухаҫҫӗ. 23 Ҫак пӗтӗм усаллӑх ӑшран тухать, ҫынна Турӑ умӗнче ирсӗрлетет».

Сирофиники хӗрарӑмӗн хӗрне сыватни

(Мф. 15:21-28)

24 Унтан кайсан Иисус Тирпа Сидон ҫӗрне пынӑ та пӗр ҫуртра чарӑнса тӑнӑ. Вӑл Хӑй унтине никама та пӗлтересшӗн пулман, анчах ҫынсем пурпӗрех пӗлнӗ. 25 Хӗрне усал ернӗ пӗр хӗрарӑм Иисус килни ҫинчен илтнӗ те, пырса, Ун ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ, 26 хӗрӗ ӑшӗнчи усала хӑваласа кӑларма тархасланӑ. Вӑл хӑй урӑх халӑх хӗрарӑмӗ, Сирофиники ҫынни пулнӑ. 27 Анчах та Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Малтан ачасене тӑрантармалла, мӗншӗн тесен ачасем ҫиес ҫӑкӑра йытӑсене пӑрахса пани аван мар». 28 «Ҫапли ҫапла та-ха, Хуҫамӑр, – тавӑрнӑ Ӑна хӗрарӑм, – анчах йытӑсем те ача-пӑча сӗтел айне ӳкернӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ-ҫке». 29 «Сӑмаху тӗрӗс пулчӗ, – тенӗ ӑна Иисус, – халӗ каях, хӗрӳ ӑшӗнчи усал тухрӗ!» 30 Киле пырсан ҫак хӗрарӑм хӑйӗн хӗрӗ вырӑн ҫинче выртнине курнӑ. Ун ӑшӗнчи усал тухнӑ иккен.

Хӑлхасӑр, селӗп ҫынна сыватни

31 Иисус Тирпа Сидон ҫӗрӗнчен Вунхула ҫӗрӗ витӗр каллех Галилея тинӗсӗ хӗррине тухнӑ. 32 Ҫавӑнта Иисус патне хӑлхасӑр, селӗп ҫынна илсе пынӑ та Ӑна ҫав ҫын ҫине аллине хума тархасланӑ. 33 Иисус ӑна халӑхран уйӑрнӑ та, куҫа-куҫӑн юлсан, Хӑйӗн пӳрнисене унӑн хӑлхи шӑтӑкӗсене чикнӗ. Унтан Вӑл сурнӑ та унӑн чӗлхине сӗртӗннӗ. 34 Вара тӳпенелле пӑхса ассӑн сывласа янӑ та ҫав ҫынна: «Еффафа», – тенӗ (ку вӑл «уҫӑл» тени пулать). 35 Ҫав самантрах унӑн хӑлхи уҫӑлнӑ, чӗлхи ҫыхланни те иртсе кайнӑ, вӑл чип-чиперех калаҫа пуҫланӑ. 36 Иисус ҫынсене ҫак ӗҫ пирки никама та калама хушман. Анчах чарнӑҫемӗн вӗсем ытларах та ытларах калаҫса ҫӳренӗ. 37 «Вӑл мӗн туни пӗтӗмпех вырӑна килет, – тенӗ вӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе, – хӑлхасӑррисем те илтме тытӑнаҫҫӗ, чӗлхесӗррисем те калаҫма пуҫлаҫҫӗ».

8

Тӑватӑ пин ҫынна тӑрантарни

(Мф. 15:32-39)

1 Ҫав кунсенче пӗрре Иисус патне питӗ нумай халӑх пухӑннӑ. Ҫимелли вӗсен нимӗн те пулман. Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: 2 «Ҫак халӑха Эпӗ шеллетӗп: ҫынсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Манпа пӗрле, ҫиме вӗсен нимӗн те ҫук. 3 Килӗсене выҫах ярсан, вӗсем ҫул ҫинче халран кайӗҫ, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗри питӗ инҫетрен килнӗ». 4 «Кунта, ҫын пурӑнман вырӑнта, вӗсене тӑраниччен ҫитермелӗх кам ӑҫтан ҫӑкӑр тупма пултарӗ?» – тавӑрнӑ Ӑна вӗренекенӗсем. 5 «Сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур?» – ыйтнӑ вӗсенчен Иисус. «Ҫиччӗ», – тенӗ вӗсем. 6 Вара Иисус халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ. Унтан ҫав ҫичӗ ҫӑкӑра илсе Турра тав тунӑ та халӑха валеҫме вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ, лешсем вара валеҫнӗ. 7 Тата вӗсен кӑштах вӗтӗ пулӑ пулнӑ. Турра тав тунӑ хыҫҫӑн Иисус пуллине те халӑха валеҫме хушнӑ. 8 Пурте ҫисе тӑраннӑ. Юлнӑ татӑкӗсене тата ҫичӗ карҫинкка пухнӑ. 9 Ҫиекеннисем тӑватӑ пине яхӑн пулнӑ. Халӑхпа сывпуллашсанах Вӑл вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине ларса Далмануфа ҫӗрне ишсе кайнӑ.

Тӳперен хӑват кӑтартма ыйтни

(Мф. 16:1-4)

11 Унта фарисейсем пынӑ та Иисуспа тавлашма пуҫланӑ. Вӗсем, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма хистесех ыйтнӑ. 12 Вара Вӑл ассӑн сывласа янӑ та ҫапла каланӑ: «Ҫак ӑру мӗншӗн-ха хӑват кӑтартма хистесех ыйтать? Чӑн калатӑп сире: ӑна нимӗнле хӑват та пулмӗ». 13 Вӗсенчен уйӑрӑлсан Иисус каллех кимӗпе тинӗс тепӗр енне кайма тухнӑ.

Фарисейсен кӑвас тӗпӗ ҫинчен

(Мф. 16:5-12)

14 Вӗренекенӗсем хӑйсемпе пӗрле ҫӑкӑр илме маннӑ, кимӗ ҫинче вӗсен пурӗ те пӗр ҫӑкӑр анчах пулнӑ. 15 Иисус вӗсене хытарсах каланӑ: «Асӑрханӑр, фарисейсен кӑвас тӗпӗнчен, Иродӑн кӑвас тӗпӗнчен сыхланӑр». 16 «Вӑл пирӗн ҫӑкӑр ҫуккишӗн ҫапла калать ӗнтӗ», – тенӗ вӗсем пӗр-пӗрин хушшинче. 17 Вара Иисус вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине пӗлсе ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӑвӑрӑн ҫӑкӑр ҫукки пирки калаҫатӑр? Халичченех ӑнкарса, ӑнланса илейместӗр-и? Халичченех ӑс-тӑнӑрсем уҫӑлса ҫитеймерӗҫ-и? 18 Куҫлӑ пулин те – курмастӑр-им? Хӑлхаллӑ пулин те – илтместӗр-им? Ҫакна астумастӑр-им: 19 Эпӗ пилӗк ҫӑкӑра пилӗк пин ҫынна хуҫа-хуҫа парсан, юлашки юлнӑ татӑкӗсене миҫе кунтӑк туллиех пухрӑр-ха эсир?» «Вун иккӗ», – тавӑраҫҫӗ Ӑна. 20 «Тата ҫичӗ ҫӑкӑра тӑватӑ пин ҫынна валеҫсе парсан, юлнӑ татӑкӗсене миҫе карҫинкка тултартӑр-ха?» «Ҫиччӗ», – теҫҫӗ лешсем. 21 «Эппин мӗншӗн-ха халичченех ӑнланмастӑр?» – тенӗ вара Иисус.

Вифсаидӑра суккӑра сыватни

22 Пӗррехинче, вӗсем Вифсаида витӗр тухнӑ чухне, Ун патне суккӑра ҫавӑтса пынӑ та Иисуса ӑна сӗртӗнме йӑлӑннӑ. 23 Иисус ҫав суккӑр ҫынна ялтан ҫавӑтса тухнӑ та унӑн куҫне сурчӑкпа йӗпетсе шӑлса, ун ҫине аллине хурса ыйтнӑ: «Мӗн те пулин куратӑн-и?» 24 Лешӗ пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: «Уҫӑмсӑр курӑннӑ пирки иртсе ҫӳрекен ҫынсем йывӑҫ пек курӑнаҫҫӗ». 25 Иисус каллех аллипе ун куҫне сӗртӗннӗ, пӑхма каланӑ. Суккӑр ҫын вара тӳрленнӗ, йӑлтах витӗр куракан пулнӑ. 26 Вара Иисус ӑна киле ярса ҫапла каланӑ: «Яла-мӗне кӗрсе ан тӑр, ялта никама та каласа ан кӑтарт».

Иисус кам пулнине Петр пӗлтерни

(Мф. 16:13-20; Лк. 9:18-21)

27 Унтан Иисуспа вӗренекенӗсем Филипп Кесарийӗ таврашӗнчи ялсене кайнӑ. Ҫул ҫинче Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен: «Ҫынсем Мана Кам вырӑнне хураҫҫӗ?» – тесе ыйтнӑ. 28 «Пӗрисем – Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, теприсем вара – Илия вырӑнне, хӑшӗ-пӗрисем тата – пӗр-пӗр урӑх пророк вырӑнне хураҫҫӗ», – тавӑрнӑ вӗренекенӗсем. 29 «Эсир хӑвӑр вара Мана Кам вырӑнне хуратӑр?» – ыйтнӑ вӗсенчен Иисус. «Эсӗ – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тавӑрса каланӑ Ӑна Петр. 30 Иисус вӗсене Хӑй ҫинчен никама та калама хушман.

Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен калани

(Мф. 16:21-28; Лк. 9:22-27)

31 Унтан Иисус вӗренекенӗсене Этем Ывӑлӗ нумай асап курасси ҫинчен, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем Хӑйне йышӑнас ҫукки ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа панӑ. 32 Ҫак сӑмахсене Вӑл уҫҫӑнах каланӑ. Анчах та Петр Ӑна, аяккарах чӗнсе илсе, хирӗҫлеме пуҫланӑ. 33 Вара Иисус вӗренекенӗсем ҫине ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та Петра пат татса ҫапла каланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! Эсӗ Турра юрӑхли ҫинчен мар, этеме юрӑхли ҫинчен шухӑшлатӑн!» 34 Унтан халӑха тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пырас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пытӑр. 35 Мӗншӗн тесен хӑйӗн пурӑнӑҫне упраса хӑварас текен ӑна ҫухатӗ. Хӑйӗн пурӑнӑҫне Мана тата Ырӑ Хыпара халалласа ҫухатакан ӑна упраса хӑварӗ. 36 Ҫын, пӗтӗм тӗнчене хӑй аллине илсен те, хӑй чунне сиен тусан, ӑна мӗн усси пулӗ? 37 Ҫын хӑй чунне мӗн хакпа илейӗ? 38 Кам ҫак пӑсӑк та ҫылӑхлӑ ӑру хушшинче Манран тата Ман сӑмахӑмсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те Ашшӗ мухтавӗпе, святой ангелӗсемпе пӗрле килсен унран вӑтанӗ».

9

1 «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ унтан Иисус вӗсене, – ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем Турӑ Патшалӑхӗ хӑватлӑн килнине хӑйсем виличченех курӗҫ».

Иисус Христос сӑн-сӑпачӗ улшӑнни

(Мф. 17:1-13; Лк. 9:28-36)

2 Пӗр ултӑ кун иртсен Иисус Петра, Иакова тата Иоана ыттисенчен уйрӑммӑн Хӑйпе пӗрле ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ. Вара Унӑн сӑн-сӑпачӗ вӗсен умӗнчех улшӑннӑ: 3 Унӑн тумтирӗ юр пек чӑлт шуррӑн ҫуталса тӑнӑ, ҫӗр ҫинчи пӗр шуратакан та унашкал шуратаймасть. 4 Сасартӑк вӗсене Иисуспа калаҫса тӑракан Илияпа Моисей курӑннӑ. 5 Ҫавӑн чухне Петр Иисуса каланӑ: «Равви! Епле аван пире кунта. Атьӑр виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне – Сан валли, теприне – Моисей валли, тата теприне – Илия валли». 6 Ҫакна вӑл ним калама аптӑранӑран каланӑ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑраса ӳкнӗ пулнӑ. 7 Сасартӑк вӗсене пӗлӗт пырса хупӑрласа илнӗ, пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Ӑна итлӗр!» – текен сасӑ илтӗннӗ. 8 Вӗренекенӗсем йӗри-тавралла йӑпӑр-япӑр пӑхкаланӑ, анчах та Иисуссӑр пуҫне урӑх никама та курман.

9 Ту ҫинчен аннӑ чухне вара Иисус вӗсене мӗн курни ҫинчен Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен никама та калама хушман. 10 Вӗсем хушнине итленӗ: ҫын ҫине сӑмах кӑларман. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси тени мӗне пӗлтерет-ши тесе кӑна пӗр-пӗринпе калаҫнӑ. 11 «Мӗншӗн-ха саккун вӗрентӳҫисем Христосран маларах Илия килмелле теҫҫӗ?» – ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем. 12 Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Малтан Илия килсе пурне те хатӗрлесе хумалла тени тӗрӗсех ӗнтӗ. Эппин мӗншӗн-ха Этем Ывӑлӗн нумай асап курмалла, мӑшкӑл тӳсмелле тесе те ҫырнӑ? 13 Калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ. Анчах та, Ҫырнинче каланӑ пекех, унпа ҫынсем хӑйсем мӗн тӑвас тенине турӗҫ».

Усал сывлӑш ернӗ ачана сыватни

(Мф. 17:14-20; Лк. 9:37-43)

14 Унтан Иисус, ытти вӗренекенӗсем патне пырсан, вӗсем тавра халӑх йышлӑн тӑнине, саккун вӗрентӳҫисем Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе тавлашнине курнӑ. 15 Ӑна асӑрхасанах пӗтӗм халӑх тӗлӗнсе кайнӑ, ҫынсем Ун патне чупа-чупа пырса сывлӑх суннӑ. 16 «Эсир вӗсемпе мӗн пирки тавлашатӑр?» – тесе ыйтнӑ Вӑл саккун вӗрентӳҫисенчен. 17 Халӑх хушшинчен пӗри Ӑна ҫапла хуравланӑ: «Вӗрентекен! Эпӗ Сан патна чӗлхесӗр тӑвакан усал сывлӑш ернӗ ывӑлӑма илсе килтӗм. 18 Ҫав усал сывлӑш ӑна ӑҫта ярса илет, ҫавӑнта ҫӗре ӳкерет. Вара ывӑлӑм кӑпӑк кӑларса, шӑлне шатӑртаттарса выртать, шӑнӑр туртнипе хытсах каять. Ҫав усала хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсенчен ыйтрӑм, анчах вӗсем пултараймарӗҫ». 19 Иисус вара ӑна ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эй, ӗненмен ӑру! Тата хӑҫанччен Манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен Манӑн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патӑма илсе килӗр эппин». 20 Ӑна Иисус патне илсе пынӑ. Усал сывлӑш Иисуса курнӑ-курманах ачана чӗтретсе пӑрахнӑ та, вӑл ҫӗре ӳксе, кӑпӑк кӑларса йӑвалана пуҫланӑ. 21 «Ывӑлна капла пулни чылайранпа-и?» – ыйтнӑ вара Иисус ачан ашшӗнчен. «Мӗн пӗчӗкренех, – тенӗ лешӗ. 22 – Усал сывлӑш ӑна пӗтерес тесе вута та, шыва та темиҫе хут сиктерчӗ. Хӗрхенсем пире, мӗн те пулин тума пултарсан, пулӑшсам». 23 Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Мӗн чухлӗ те пулин ӗненетӗн пулсан, ӗненекеншӗн Турӑ пурне те пултарттарать». 24 Ача ашшӗ, куҫҫульленсе, ҫав самантрах: «Ӗненетӗп, Хуҫамӑр! Ӗненсех ҫитерейместӗп пулсан, пулӑшсам!» – тесе кӑшкӑрса янӑ. 25 Иисус, халӑх васкаса пуҫтарӑннине курса, усал сывлӑша чарса каланӑ: «Чӗлхесӗр-хӑлхасӑр тӑвакан сывлӑш, сана хушатӑп: тух ун ӑшӗнчен, текех нихӑҫан та ун ӑшне ан кӗр!» 26 Вара усал сывлӑш кӑшкӑрса ярса, ачана чӗтретсе пӑрахса ун ӑшӗнчен тухнӑ. Ача вилнӗ пек выртнине курсан: «Вилсе кайрӗ», – тенӗ чылайӑшӗ. 27 Анчах та Иисус ӑна аллинчен тытса тӑратнӑ та, вӑл тӑнӑ. 28 Унтан, Иисус пӗр пӳрте кӗрсен, куҫа-куҫӑн юлнӑ вӗренекенӗсем Унран ҫапла ыйтнӑ: «Мӗншӗн эпир усала хӑваласа кӑлараймарӑмӑр?» 29 «Усал-тӗсел таврашне кӗлтунипе тата типӗ тытнипе ҫеҫ хӑваласа кӑларма пулать», – тенӗ вара Иисус вӗсене.

Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен тепӗр хут калани

(Мф. 17:22-23; Лк. 9:43-45)

30 Иисуспа вӗренекенӗсем ҫав тӑрӑхран кайнӑ. Вӗсем Галилея ҫӗрӗпе пынӑ. Хӑйсем унта пулнине Иисус пӗлтересшӗн пулман. 31 Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлерӗҫ, вӗлерсен виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ», – тесе вӗрентсе каланӑ. 32 Анчах вӗсем ҫак сӑмахсене ӑнланса илеймен, Хӑйӗнчен ыйтма вара хӑранӑ.

Кам аслӑрах

(Мф. 18:1-5; Лк. 9:46-48)

33 Иисуспа вӗренекенӗсем Капернаума ҫитнӗ. Пӗр пӳрте кӗрсен Иисус вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: «Ҫул ҫинче эсир пӗр-пӗринпе мӗн ҫинчен калаҫаттӑрччӗ-ха?» 34 Вӗсем чӗнмен, мӗншӗн тесен ҫул тӑршшӗпех хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашса пынӑ пулнӑ. 35 Ларсан Вӑл Вун иккӗшне Хӑй патне чӗнсе илнӗ те ҫапла каланӑ: «Кам пуринчен те аслӑ пулас тет, ҫав пуринчен те кӗҫӗн, пуриншӗн те тарҫӑ пултӑр». 36 Вара Вӑл пӗр пӗчӗк ачана вӗсен умне илсе пырса тӑратнӑ. Унтан, ачана ыталаса, вӗренекенӗсене каланӑ: 37 «Кам ҫакнашкал ачасенчен пӗрне Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫав Мана йышӑнать. Мана хапӑл тӑваканни Мана ҫеҫ мар, Мана кунта Яракана та йышӑнать».

Кам сире хирӗҫ мар, ҫав сире майлӑ

(Лк. 9:49-50)

38 «Вӗрентекен! – тенӗ ҫавӑн чухне Иоанн. – Эпир Сан ятупа усалсене хӑваласа кӑларакан пӗр ҫынна тӗл пултӑмӑр, анчах хамӑрпа пӗрле ҫӳременрен эпир ӑна чартӑмӑр». 39 Иисус вара ҫапла каланӑ: «Ан чарӑр ӑна: Ман ятӑмпа хӑват тӑвакансенчен нихӑшӗ те Ман ҫинчен часах усал калаҫас ҫук. 40 Кам сире хирӗҫ мар, ҫав сире майлӑ». 41 «Чӑн калатӑп сире: кам сире Христос ҫыннисем тесе Ман ятӑмпа пӗр курка шыв ӗҫтерет, ҫав хӑйӗн илес сӑвапне ҫухатмӗ.

Илӗртӳсем ҫинчен

(Мф. 18:6-9; Лк. 17:1-2)

42 Кам та кам ҫак Мана ӗненекен пӗчӗкскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне лайӑхрах пулӗччӗ. 43 Сана аллу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна касса пӑрах: икӗ аллупа тамӑка, сӳнми вута кӗриччен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа чӑлаххӑн кӗни саншӑн лайӑхрах. 44 Унта, тамӑкра, вӗсене ҫиекен хурчӗ те вилмест, ҫунтаракан вучӗ те сӳнмест . 45 Сана уру ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна касса пӑрах: икӗ урупа тамӑка, сӳнми вута пӑрахнинчен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа уксаххӑн кӗни саншӑн лайӑхрах. 46 Унта, тамӑкра, вӗсене ҫиекен хурчӗ те вилмест, ҫунтаракан вучӗ те сӳнмест. 47 Сана куҫу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах: икӗ куҫупа тамӑк вутне пӑрахнинчен Турӑ Патшалӑхне хӑрах куҫлӑн кӗни саншӑн лайӑхрах. 48 Унта, тамӑкра, вӗсене ҫиекен хурчӗ те вилмест, ҫунтаракан вучӗ те сӳнмест. 49 Турра кӳмелли кирек епле выльӑх-чӗрлӗхе те тӑварпа тӑварланӑ пекех кашниннех вутпа тӑварланмалла пулӗ. 50 Тӑвар – ырӑ япала, анчах вӑл хӑватне ҫухатсан унӑн тутине эсир епле тавӑрӑр? Чун-чӗрӗрте ӗненӳ тӑварӗ пултӑр, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр».

10

Уйӑрӑласси ҫинчен

(Мф. 19:1-12)

1 Унтан кайсан Иисус Иордан леш енчи ҫӗрсем урлӑ Иудея тӑрӑхне пынӑ. Каллех Ун патне халӑх пуҫтарӑннӑ, каллех, яланхи пекех, Вӑл ҫынсене вӗрентнӗ. 2 Ҫавӑнта Иисус патне фарисейсем пынӑ та, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе, ҫапла ыйтнӑ: «Упӑшкин хӑй арӑмне уйӑрса яма юрать-и?» 3 «Моисей саккунӗ ун пирки мӗн калать?» – тавӑрнӑ вӗсене Иисус. 4 «Уйӑрӑлу хучӗ ҫырса парсан уйӑрӑлма Моисей ирӗк панӑ», – тенӗ вӗсем. 5 Вара Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Моисей сире ҫав йӗркене чунӑрсем уҫӑлса ҫитейменрен парса хӑварнӑ. 6 Чӑн малтанах вара, тӗнчене пултарнӑ чухне, Турӑ ҫынсене арҫын тата хӗрарӑм пулмалла тунӑ. 7 Ҫавӑнпа ҫын хӑйӗн ашшӗ-амӑшне хӑварать те 8 арӑмӗпе пӗрлешет. Вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулаҫҫӗ, ӗнтӗ вӗсем иккӗн мар, пӗр ӳт. 9 Ҫапла вара, Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр». 10 Каярахпа пӗр килте Унӑн вӗренекенӗсем каллех ҫавӑн ҫинчен ыйтнӑ. 11 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Кам хӑй арӑмне уйӑрса ярса урӑх арӑм илет, ҫав малтанхи арӑмне урӑх хӗрарӑмпа улталать. 12 Арӑмӗ те упӑшкинчен уйӑрӑлса урӑххине качча кайсан мӑшӑрне улталать».

Иисус ачасене пиллет

(Мф. 19:13-15; Лк. 18:15-17)

13 Иисус аллипе сӗртӗнсе пиллетӗр тесе Ун патне ачасене илсе пынӑ, анчах та вӗренекенӗсем ача-пӑча илсе пыракансене Иисуса кансӗрлеме чарнӑ. 14 Ҫавна курсан Иисус, ҫилленсе, вӗсене каланӑ: «Ачасене Ман патӑма ярӑр, килме ан чарӑр, мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ вӗсем пеккисемшӗн. 15 Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫав унта кӗреймӗ». 16 Унтан Вӑл ачасене ыталанӑ та вӗсем ҫине аллине хурса пилленӗ.

Иисуспа пӗр пуян ҫамрӑк

(Мф. 19:16-30; Лк. 18:18-30)

17 Иисус ҫула кайма тухнӑ чухне пӗр ҫын чупса пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса Унран ҫапла ыйтнӑ: «Ырӑ Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗн тумалла-ши?» 18 «Мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар. 19 „Мӑшӑрна ан ултала, ҫынна ан вӗлер, ан вӑрла, судра суйса ан пӗлтер, ӗҫе тӳрӗ татса пар, аҫу-аннӳне хисепле“ текен пил-хушусене эсӗ пӗлетӗн». 20 «Вӗрентекен, – тавӑрса каланӑ вӑл, – эпӗ вӑл пил-хушусене мӗн ачаранпах пӑхӑнса пурӑнатӑп». 21 Вара Иисус ӑна тинкерсе пӑхнӑ та ӑшшӑн каланӑ: «Ӗнтӗ сана пӗр япала кӑна ҫитеймест: кай та пӗтӗм пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх пӗлӗт ҫинче пулӗ. Ху кил те, асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пыракан пул». 22 Ҫак сӑмахсене илтсен вӑл аптӑраса кайнӑ та салхуллӑн пӑрӑнса утнӑ, мӗншӗн тесен вӑл питӗ пуян пулнӑ.

23 Вара Иисус йӗри-тавралла пӑхса илсе Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Пуян ҫынсене Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн епле йывӑр!» 24 Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене илтсен вӗренекенӗсем тӗлӗнсе хытсах кайнӑ. Анчах та Иисус вӗсене татах ҫапла каланӑ: «Ачамсем, пуянлӑха шанакансене Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн епле йывӑр! 25 Пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлрах». 26 «Эппин кам ҫӑлӑнма пултарӗ?» – шалт аптӑранипе пӗр-пӗринпе калаҫнӑ вӗренекенӗсем. 27 Иисус вӗсем ҫине тинкерсе пӑхса ҫапла каланӑ: «Этем ӑна тума пултараймӗ, анчах та Турӑ тӑваять, мӗншӗн тесен Турӑ пурне те пултарать». 28 Вара Петр Ӑна кала пуҫланӑ: «Акӑ эпир хамӑрӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн пыракансем пултӑмӑр». 29 «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус, – кам та кам Маншӑн тата Ырӑ Хыпаршӑн е кил-ҫуртне, е тӑванӗсене, е ашшӗ-амӑшне, е арӑмне, е ачисене, е ани-ҫаранне хӑварать, ҫавӑ 30 халех, ҫак хӗсӗрлев саманинчех кил-ҫуртне те, тӑванне те, ашшӗ-амӑшне те, ачисене те, ани-ҫаранне те ҫӗр хут ытларах илӗ. Лери пурӑнӑҫра вара вӑл ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗхлӗ пулӗ. 31 Малтисем чылайӑшӗ кайра пулӗҫ, кайрисем малта пулӗҫ».

Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен виҫҫӗмӗш хут калани

(Мф. 20:17-19; Лк. 18:31-34)

32 Вӗсем Иерусалима каякан ҫулпа пынӑ. Сехӗрленсе ӳкнӗ вӗренекенӗсем умӗнче Иисус пынӑ, вӗсем хыҫҫӑн вара хӑраса кайнӑ халӑх утнӑ. Иисус Вун иккӗшне чӗнсе илсе вӗсене каллех Хӑйне мӗн кӗтнине кала пуҫланӑ: 33 «Акӑ ӗнтӗ эпир Иерусалималла хӑпарса пыратпӑр, унта Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисен аллине тытса парӗҫ. Вӗсем Ӑна суд туса вӗлерме йышӑнӗҫ, унтан урӑх халӑх ҫыннисен аллине парӗҫ. 34 Лешӗсем Ӑна мӑшкӑл кӑтартӗҫ, чӗн пушӑпа хӗнӗҫ, питрен сурса пӗтерӗҫ. Ӑна вӗлерӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ».

Иаковпа Иоанн ыйтни

(Мф. 20:20-28)

35 Ҫавӑн чухне Ун патне Зеведей ывӑлӗсем Иаковпа Иоанн пынӑ та ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эпир мӗн ыйтнине туса парсамччӗ». 36 «Сирӗншӗн мӗн тумалла вара Манӑн?» – ыйтнӑ Иисус. 37 «Эсӗ Хӑвӑн чаплӑ Патшалӑхунта пире пӗрне Хӑвӑнтан сылтӑм енне, теприне сулахай енне лармалла тусамччӗ!» – тенӗ вӗсем Ӑна. 38 Анчах та Иисус вӗсене ҫапла тавӑрнӑ: «Хӑвӑр мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр. Эпӗ ӗҫес асап куркине ӗҫме, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе тӗне кӗме пултарайӑр-и эсир?» 39 «Пултаратпӑр», – тенӗ вӗсем. «Эпӗ ӗҫес асап куркине сире те ӗҫме лекӗ, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе сире те тӗне кӗме тивӗ. 40 Анчах Хамран сылтӑм е сулахай енне лартаканӗ Эпӗ мар. Турӑ кам валли хатӗрленӗ, ҫавсем ларӗҫ». 41 Ҫакна илтсен тепӗр вунӑ вӗренекенӗ Иаковпа Иоана тарӑхса кайнӑ. 42 Иисус вара вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Халӑхсен княҫӗсем пулма тивӗҫнисем халӑхпа хуҫаланнине, пуҫлӑхсем те халӑха пӑхӑнтарнине эсир пӗлетӗр. 43 Анчах сирӗн хушшӑрта апла пулмалла мар: хӑвӑр хушшӑрта асли пулас текенӗн ыттисемшӗн тарҫӑ пулмалла. 44 Хӑвӑр хушшӑрта малти пулас текенӗн ыттисемшӗн чура пулмалла. 45 Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ те Хӑйшӗн тӑрӑштарма килмен, Хӑй ҫынсемшӗн тӑрӑшас тесе, нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнӗ».

Суккӑр Вартимее сыватни

(Мф. 20:29-34; Лк. 18:35-43)

46 Вӗсем Иерихона ҫитнӗ. Иисуспа вӗренекенӗсем тата темӗн чухлӗ халӑх хуларан тухнӑ чухне пӗр суккӑр ҫын, Тимей ывӑлӗ Вартимей, ҫул хӗрринче ыйткаласа ларнӑ. 47 «Иртсе пыраканни – Иисус Назорей», – тенине илтсен Вартимей кӑшкӑрса каланӑ: «Давид йӑхӗнчи Иисус! Хӗрхенсем мана!» 48 Нумайӑшӗ ӑна шӑпланма хушнӑ, анчах вӑл тата хытӑрах: «Давид йӑхӗн Ывӑлӗ! Хӗрхенсем мана!» – тесе кӑшкӑрнӑ. 49 Иисус чарӑннӑ та ӑна чӗнсе илме хушнӑ. Вара ҫынсем хайхи суккӑра: «Ан хӑра, тӑр, Вӑл сана пыма хушать», – тенӗ. 50 Вартимей ҫиелти тумне хывса пӑрахсах сиксе тӑнӑ та Иисус патне пынӑ. 51 «Эсӗ Мана мӗншӗн чӗнетӗн?» – тенӗ ӑна Иисус. «Вӗрентекен! Манӑн куракан пуласчӗ», – тенӗ Ӑна суккӑр ҫын. 52 Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ӗнтӗ каях, ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана». Вӑл вара ҫав самантрах куракан пулнӑ та ҫулпа Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.

11

Иисус Христос Иерусалим хулине кӗни

(Мф. 21:1-11; Лк. 19:28-40; Ин. 12:12-19)

1 Иисуспа вӗренекенӗсем Иерусалималла ҫывхарса пынӑ. Ҫавӑн чухне, Елеон тӑвӗ патӗнчи Виффагипе Вифани тӗлне ҫитсен, Иисус икӗ вӗренекенне 2 ҫапла хушса янӑ: «Ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр, кӗнӗ-кӗменех унта эсир кӑкарса хунӑ ҫамрӑк ашака асӑрхӑр, ун ҫине ку таранччен никам та утланса ҫӳремен. Эсир ӑна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр. 3 Кам та пулин сире: „Мӗн хӑтланатӑр?“ – тесен, эсир ҫапла калӑр: „Вӑл Хуҫамӑра кирлӗ, Хуҫамӑр часах ӑна каялла тавӑрса парӗ“». 4 Вӗсем кайнӑ та урамра хапха умне кӑкарса хунӑ ҫамрӑк ашака тупса, ӑна вӗҫертсе илнӗ. 5 «Мӗн хӑтланатӑр? – тенӗ вӗсене ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем. – Ашака мӗншӗн вӗҫертетӗр?» 6 Вӗсем Иисус хушнӑ пек хуравланӑ та, ҫынсем вӗсене янӑ. 7 Унтан хайхи ҫамрӑк ашака Иисус патне ҫавӑтса пынӑ, ашак ҫине хӑйсен тумтирӗсене хунӑ. Иисус вара ун ҫине утланса ларнӑ. 8 Темӗн чухлӗ халӑх хӑйсен тумтирӗсене Иисус умне ҫул тӑрӑх сарса пынӑ, теприсем тата йывӑҫ турачӗсем касса ҫул тӑрӑх пӑрахса пынӑ. 9 Умӗнче пыракансем те, хыҫалта пыракансем те мухтаса ҫапла кӑшкӑрнӑ: «Осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ! 10 Мӑн асаттемӗрӗн Давидӑн Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Патшалӑхӗ мухтавлӑ! Ҫӳл тӳпере те осанна!» 11 Иисус Иерусалима кӗрсен Турӑ Ҫуртне пынӑ та пӗтӗмпех тӗплӗн пӑхса ҫавӑрӑннӑ. Вара тӗттӗм пулса киличчен хуларан тухса Вун иккӗшӗпе пӗрле Вифание кайнӑ.

Ҫимӗҫсӗр смоква йывӑҫҫи

(Мф. 21:18-19)

12 Тепӗр кунне, вӗсем Вифанирен тухсан, Иисусӑн ҫиесси килнӗ. 13 Вӑл аякранах ешӗл ҫулҫӑллӑ смоква йывӑҫҫине асӑрханӑ та ун ҫинче ҫимӗҫ пур-ши тесе йывӑҫ патне пынӑ. Анчах та патнерех пырсан ун ҫинче ҫулҫӑсӑр пуҫне урӑх ним те тупайман, мӗншӗн тесен смоква ҫимӗҫне пухас вӑхӑт ҫитеймен пулнӑ-ха. 14 «Сан ҫинчен текех ӗмӗрне те никамӑн та ҫимӗҫ татса ҫимелле ан пултӑр», – тенӗ вара Иисус йывӑҫа. Ҫак сӑмахсене вӗренекенӗсем те илтнӗ.

Иисус Турӑ Ҫуртӗнчи сутуҫӑсене хӑваласа кӑларни

(Мф. 21:12-17; Лк. 19:45-48; Ин. 2:13-22)

15 Унтан вӗсем Иерусалима ҫитнӗ. Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑларма пуҫланӑ. Вӑл укҫа улӑштаракансен сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансен тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ, 16 Турӑ Ҫурчӗ витӗр тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр ҫӗклесе ҫӳреме чарнӑ. 17 Вӗсене вӗрентсе Вӑл ҫапла каланӑ: «„Манӑн ҫуртӑма пур халӑхсемшӗн те лартнӑ кӗлӗ ҫурчӗ тесе калӗҫ“, – темен-им Ҫырнинче? Эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ». 18 Ҫак сӑмахсене илтнӗ саккун вӗрентӳҫисемпе аслӑ священниксем Иисуса пӗтерме май шыранӑ. Пӗтӗм халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗннӗ пирки вӗсем Иисусран хӑранӑ. 19 Вара Вӑл тӗттӗм пулса киличчен хуларан тухса кайнӑ.

Ӗненессипе каҫарасси ҫинчен

(Мф. 21:20-22)

20 Ирхине иртсе пынӑ чух вӗсем хайхи смоква йывӑҫҫи тымарӗ таранах типсе ларнине курнӑ. 21 Вара Петр, аса илсе, Иисуса каланӑ: «Равви! Пӑх-ха, хайхи Эсӗ ылханнӑ смоква йывӑҫҫи типсе ларнӑ». 22 Иисус вӗренекенӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: 23 «Турра ӗненӗр! Чӑн калатӑп сире, кам ҫак тӑва: „Вырӑнунтан тапран та тинӗсе кӗрсе ӳк“, – тесе чун-чӗрипе иккӗленмесӗр, хӑй калани пурнӑҫланасса ӗненсе калать, вӑл кирек мӗн калани те пулатех. 24 Ҫавӑнпа калатӑп сире: эсир кӗлтунӑ чухне мӗн ыйтатӑр, ҫавна парасса ӗненӗр – вара илетӗрех. 25 Кама та пулин кӳреннӗ пулсан, кӗлӗ тунӑ чухне эсир ӑна каҫарӑр. Вара Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫарӗ. 26 Эсир каҫармастӑр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫармӗ» .

Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?

(Мф. 21:23-27; Лк. 20:1-8)

27 Иисуспа вӗренекенӗсем каллех Иерусалима тавӑрӑннӑ. Вӑл Турӑ Ҫуртӗнче ҫӳренӗ чухне Ун патне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ. 28 «Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?» – тесе ыйтнӑ вӗсем. 29 Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Манӑн та сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтмалли пур. Эсир ҫавна хуравласан, эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине пӗлтерӗп. 30 Калӑр-ха Мана: Иоанн шыва кӗртни ҫӳлтен е этемрен пулнӑ?» 31 Лешсем вара пӗр-пӗринпе канашлама пуҫланӑ: «Ҫӳлтен», – тесен, «Эсир Иоана мӗншӗн ӗненмерӗр?» – тейӗ Вӑл. 32 «Этемрен», – тесе вара вӗсем халӑхран хӑранипе калайман, мӗншӗн тесен пурте Иоана чӑн-чӑн пророк тесе шутланӑ. 33 «Пӗлместпӗр», – тенӗ вара вӗсем Иисуса. «Эппин Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп», – тавӑрнӑ вӗсене Иисус.

12

Усал пахчаҫӑсем ҫинчен каланӑ ытарлӑх

(Мф. 21:33-46; Лк. 20:9-19)

1 Иисус вӗсене ытарлӑн калама пуҫланӑ: «Пӗр ҫын иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Унтан вӑл сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑч чавнӑ тата хурал пӳрчӗ лартнӑ. Вара пахчине тара панӑ та хӑй урӑх ҫӗре тухса кайнӑ. 2 Иҫӗм ҫырли татма вӑхӑт ҫитсессӗн вӑл тарҫине пахчаҫӑсем патне ҫырла илме янӑ. 3 Анчах та лешсем тарҫӑна тытнӑ та хӗнесе тӑкса пуш алӑпах янӑ. 4 Вара хуҫа вӗсем патне тепӗр тарҫине янӑ. Вӗсем ӑна та пуҫне чулпа персе шӑтарса, мӑшкӑл туса янӑ. 5 Тата тепӗр тарҫине янӑ та, пахчаҫӑсем ӑна вӗлернӗ. Ытти янӑ тарҫӑсене те е хӗненӗ, е вӗлернӗ. 6 Ҫав хуҫан пӗртен-пӗр савнӑ ывӑлӗ пулнӑ. „Ывӑлӑмран вӑтанӗҫех“, – тенӗ те вӑл юлашкинчен пахчаҫӑсем патне хайхи ывӑлне янӑ. 7 Анчах та пахчаҫӑсем, хуҫа ывӑлне курсан, пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: „Ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла, атьӑр ӑна вӗлерер те тивӗҫлӗ еткерне хамӑр илер“. 8 Вара вӗсем ӑна тытса вӗлернӗ те иҫӗм ҫырли пахчинчен кӑларса пӑрахнӑ. 9 Ҫавӑн хыҫҫӑн пахча хуҫи мӗн тӑвӗ? Вӑл пырӗ те пахчаҫӑсене вӗлерттерӗ, пахчине урӑххисене парӗ. 10 „Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ; ҫакна Хуҫамӑр турӗ, ҫакна эпир пӑхса ытараймастпӑр“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна та вуламан-им?» 12 Хайхи Иисуса илӗртсе тӗрӗслекенсем ҫак ытарлӑха хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ те Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах та халӑхран хӑранӑ. Вара вӗсем ҫавӑрӑнса утнӑ.

Рим патшине тӳлемелли налук

(Мф. 22:15-22; Лк. 20:20-26)

13 Унтан вӗсем, Иисус каланинче айӑпламалли сӑлтав тупасчӗ тесе, Ун патне темиҫе фарисея тата Ирод майлисене янӑ. 14 Лешсем пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эсӗ тӳрӗлӗхлӗ пулнине, никама та юрама тӑрӑшманнине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ ҫынна кам пулнине кура хакламастӑн, чӑнах та Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентетӗн. Эппин каласамччӗ: эпир Рим патшине налук тӳлени тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и? Ҫав налука пирӗн памалла-и, памалла мар-и?» 15 Анчах та Иисус, вӗсен чеелӗхне пӗлсе тӑрса, ҫапла каланӑ: «Мӗн эсир Мана илӗртсе тӗрӗслетӗр? Мана пӗр динарийлӗх укҫӑра илсе килсе кӑтартӑр-ха». 16 Лешсем илсе пынӑ. Иисус вӗсене каланӑ: «Ҫакӑнта кам сӑнне ҫаптарнӑ, кам ятне ҫырнӑ?» «Патшанне», – тенӗ Ӑна вӗсем. 17 Вара Иисус, вӗсене хуравласа, ҫапла каланӑ: «Патшанне патшана парӑр, Туррӑнне – Турра». Унӑн сӑмахӗсене илтсен вӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.

Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен ыйтни

(Мф. 22:23-33; Лк. 20:27-40)

18 Унтан Иисус патне вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса ӗненмен саддукейсем пырса ыйтнӑ: 19 «Вӗрентекен! Моисей пирӗн валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: „Камӑн та пулин ача-пӑчасӑр пиччӗшӗ вилсен, арӑмӗ тӑлӑха юлсан, шӑллӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, пиччӗшӗн йӑхне тӑстӑр“. 20 Пӗр кил-йышра ҫичӗ пӗртӑванччӗ. Асли авланчӗ те ача-пӑчасӑрах вилчӗ, 21 вара унӑн арӑмне иккӗмӗшӗ илчӗ. Вӑл та ача-пӑчаллӑ пулаймасӑрах вилчӗ. Виҫҫӗмӗшӗпе те ҫаплах пулчӗ. 22 Ҫав арӑма умлӑн-хыҫлӑн ҫиччӗшӗ те качча илчӗҫ пулин те, ача-пӑча таврашӗ юлмарӗ. Пуринчен кайран арӑмӗ те вилчӗ. 23 Ӗнтӗ вилнисем чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ-ши? Ҫиччӗшӗ те унпа пурӑннӑ-ҫке-ха». 24 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эсир Ҫырнине те, Турӑ хӑватне те пӗлмесӗр ҫак тӗслӗхпех аташатӑр-и? 25 Вилнӗ ҫынсем, чӗрӗлсе тӑрсан, авланмӗҫ те, качча та каймӗҫ, вӗсем тӳпери ангелсем пек пулӗҫ. 26 Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки вара Моисей кӗнекинче каланӑ. Ҫунса тӑракан тӗмӗ ҫинчен каланӑ тӗле вуламан-им эсир? Унта Турӑ ӑна: „Эпӗ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – темен-им? 27 Турӑ вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри. Ҫапла вара, эсир пит йӑнӑш шухӑшлатӑр».

Чи аслӑ пил-хушу

(Мф. 22:34-40; Лк. 10:25-28)

28 Саккун вӗрентӳҫисенчен пӗри, вӗсем тавлашнине курса тӑрса, Иисус саддукейсене епле аван тавӑрса каланине илтсе, патнерех пынӑ. «Чи аслӑ пил-хушу хӑшӗ?» – тесе ыйтнӑ вӑл Иисусран. 29 Вара Иисус ҫапла хуравланӑ: «Малтанхи пил-хушу ҫакӑ: „Эй, Израиль халӑхӗ, итле! Пирӗн Хуҫа Туррӑмӑр – пӗртен-пӗр Хуҫамӑр. 30 Хуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунран, пӗтӗм ӑс-халтан, пӗтӗм вӑй-халтан юрат“. Ҫакӑ – чи аслӑ пил-хушу! 31 Иккӗмӗшӗ те ҫавнашкалах аслӑ: „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат“. Ҫаксенчен аслӑрах пил-хушу урӑх ҫук», – тенӗ Вӑл. 32 «Вӗрентекен! Эсӗ чаплӑ хурав патӑн, – тенӗ вара Ӑна саккун вӗрентӳҫи. – Турӑ пӗрре анчах, Унран урӑххи ҫук тесе Эсӗ чӑннине каларӑн. 33 Ӑна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм ӑс-халтан, пӗтӗм чунран, пӗтӗм вӑй-халтан юратмаллине те, ҫывӑх ҫынна хӑвна юратнӑ пек юратмаллине те Эсӗ тӗрӗс каларӑн. Ҫак пил-хушусене тытса пыни кирек епле парнерен те – пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнинчен те, ыттисенчен те – пахарах». 34 Саккун вӗрентӳҫи ӑслӑ калаҫнине кура Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ Турӑ Патшалӑхӗнчен инҫех те мар». Ҫавӑнтан кайран никам та Ӑна ыйтусем пама хӑяйман.

Турӑ Суйласа илни кам йӑхӗнчен пулмалла?

(Мф. 22:41-46; Лк. 20:41-44)

35 Турӑ Ҫуртӗнче тата малалла вӗрентсе Иисус ҫапла каланӑ: «Епле-ха саккун вӗрентӳҫисем Турӑ Суйласа илни Давид йӑхӗнчен пулмалла теҫҫӗ? 36 Давид хӑй те, Святой Сывлӑш витӗмӗпе, ҫапла каланӑ пулнӑ-ҫке: „Хуҫамӑр манӑн Хуҫама ҫапла каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар“. 37 Ҫапла вара, Давид хӑй Ӑна Хуҫам тет. Эппин епле-ха Вӑл унӑн йӑхӗнчен пулма пултарать?» Темӗн чухлӗ халӑх Ӑна савӑнса итлесе тӑнӑ.

Саккун вӗрентӳҫисенчен асӑрхаттарни

(Мф. 23:1-36; Лк. 20:45-47)

38 Малалла Иисус ҫапла вӗрентсе каланӑ: «Саккун вӗрентӳҫисенчен асӑрханӑр. Вӗсем вӑрӑм тумтирпе саркаланса ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑйсене саламланине килӗштереҫҫӗ. 39 Синагогӑра вӗсем малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ. 40 Ҫавсене, тӑлӑх арӑмсене кил-ҫуртсӑр хӑваракансене, ҫын умӗнче юриех нумайччен кӗлтӑвакансене, ыттисенчен те йывӑртарах айӑплав пулӗ».

Тӑлӑх арӑмӑн икӗ вак укҫи

(Лк. 21:1-4)

41 Иисус парне арчине хирӗҫ ларнӑ та ҫынсем унта укҫа янине сӑнанӑ. Пуянсенчен чылайӑшӗ нумай хунӑ. 42 Унтан пӗр чухӑн тӑлӑх хӗрарӑм пынӑ та пӗр кодрант чухлӗ икӗ вак укҫа хунӑ. 43 Вара Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх хӗрарӑм укҫа хуракансенчен пуринчен те ытларах хучӗ. 44 Мӗншӗн тесен пурте арчана ытлашшине ячӗҫ, ку тӑлӑх хӗрарӑм вара пур-ҫук юлашки укҫине хучӗ, хӑйне пурӑнмалӑх укҫине пӗтӗмпех арчана ячӗ».

13

Турӑ Ҫуртне аркатасси ҫинчен

(Мф. 24:1-2; Лк. 21:5-6)

1 Иисус Турӑ Ҫуртӗнчен тухнӑ чухне Ӑна пӗр вӗренекенӗ ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Кур-ха, ҫурчӗсем те, вӗсене купаланӑ чулӗсем те епле чаплӑ!» 2 Иисус ӑна хирӗҫ каланӑ: «Куратӑн-и ҫак капмар ҫуртсене? Ҫакӑнта чул ҫинче чул та юлмӗ, йӑлтах аркатӗҫ».

3 Тепӗртакран, Иисус Елеон тӑвӗ ҫинче Турӑ Ҫурчӗ курӑнакан вырӑнта ларнӑ чухне, Петрпа Иаков тата Иоанпа Андрей Унпа куҫа-куҫӑн юлсассӑн ҫапла ыйтнӑ: 4 «Каласамччӗ пире: вӑл хӑҫан пулӗ? Ҫавсем пурте пуласса мӗнле паллӑ тӑрӑх пӗлмелле?» 5 Вӗсене хуравласа вара Иисус ҫапла кала пуҫланӑ: «Хӑвӑра кам та пулин илӗртсе улталасран асӑрханӑр, 6 мӗншӗн тесен Ман ятӑмпа килекенсем нумай пулӗҫ. „Эпӗ – Христос“, – тесе вӗсем чылайӑшне улталӗҫ. 7 Вӑрҫӑсем ҫинчен илтсен, вӑрҫӑ хыпарӗсем илсен, хӑраса ан ӳкӗр, мӗншӗн тесен ҫапла пулмалла та, анчах ку пӗтес вӑхӑт мар-ха. 8 Халӑх ҫине халӑх тапӑнӗ, патшалӑх ҫине патшалӑх вӑрҫӑпа тухӗ, тӗллӗн-тӗллӗн ҫӗр чӗтренӗ, выҫлӑх пуҫланӗ, халӑх пӑлханӗ. Ҫапах та ку – хӗн-хур пуҫламӑшӗ кӑна-ха. 9 Эсир вара хӑвӑра хӑвӑр сыхланса пурӑнӑр! Сире суд тума тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ. Мана пула сире пуҫлӑхсемпе патшасем умне Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн тӑратӗҫ. 10 Анчах та малтан пур халӑхсем хушшинче те Ырӑ Хыпар сарӑлса ҫитмелле. 11 Сире суда тытса пама илсе кайнӑ чухне мӗн калас тесе малтанах ан кулянӑр, ан шухӑшлӑр. Ҫав самантра мӗн каламалли хӑех тупӑнӗ, мӗншӗн тесен калаканӗ эсир мар, Святой Сывлӑш пулӗ. 12 Тӑванӗ – тӑванне, ашшӗ ачисене вӗлерме тытса парӗ. Ачи-пӑчисем ашшӗ-амӑшне хирӗҫ кайӗҫ, вӗсене вилӗм кӳрӗҫ. 13 Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ. Кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ».

Хӑрушӑ асап-хуйхӑ ҫитесси ҫинчен

(Мф. 24:15-28; Лк. 21:20-24)

14 «Даниил пророк калани ҫитсен, ирсӗр пулмалла мар вырӑн ирсӗрлӗхпе юхӑнса тӑнине курсан, – вулакан ҫакна ӑнлантӑр, – Иудея халӑхӗ тусем ҫине тартӑр. 15 Кил хушшинчи ҫын япала таврашӗ илес тесе пӳрте кӗрсе-туса ан тӑтӑр. 16 Хирти ҫын та тумтир таврашӗ илес тесе каялла ан тавӑрӑнтӑр. 17 Ҫав кунсенче йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене, кӑкӑр ҫитерекен амӑшӗсене пысӑк хуйхӑ пулӗ. 18 Тарса хӑтӑлас вӑхӑт хӗлле ан пултӑрччӗ ҫеҫ тесе кӗлтӑвӑр. 19 Мӗншӗн тесен ун чухне хӑрушӑ асап-хуйхӑ пулӗ. Унашкалли Турӑ пултарнӑ тӗнче пуҫланнӑранпа халиччен пулман та, пулас та ҫук. 20 Хуҫа Турӑ асап кунӗсен шутне чакарман пулсан, никам та ҫӑлӑнса юлаяс ҫукчӗ. Анчах та Хӑй суйласа илнисене хӗрхенсе Вӑл ҫав кунсен шутне чакарӗ. 21 Ҫавӑн чухне кам та пулин сире: „Христос акӑ кунта“ е: „Авӑ унта“, – тесен, ан ӗненӗр. 22 Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем, тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ. 23 Эсир вара сыхӑ пулӑр. Ҫаксем пирки Эпӗ сире малтанах каласа хурас терӗм».

Этем Ывӑлӗ килесси ҫинчен

(Мф. 24:29-31; Лк. 21:25-28)

24 «Ҫав кунсенче, асап хыҫҫӑн, хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх ҫути сӳнӗ. 25 Тӳпери ҫӑлтӑрсем ӳкӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем кисренсе кайӗҫ. 26 Унтан ҫынсем тӳпери пӗлӗтсем ҫинче аслӑран та аслӑ хӑватпа тата мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ. 27 Ҫавӑн чухне Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ, Хӑй суйласа илнӗ ҫыннисене тӗнчен тӑватӑ енчен те, ҫӗр хӗрринчен пуҫласа пӗлӗт хӗррине ҫитичченех пуҫтарӗ».

Смоква йывӑҫҫипе танлаштарни

(Мф. 24:32-35; Лк. 21:29-33)

28 «Илер-ха, тӗслӗхрен, смоква йывӑҫҫине. Унӑн турачӗсем папка кӑларса ешере пуҫласан эсир ҫу ҫывхарнине пӗлетӗр. 29 Ҫавнашкалах эсир те, Эпӗ калани пурнӑҫланса пынине курсан, ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарнине, алӑк умнех ҫитнине пӗлсе тӑрӑр. 30 Чӑн калатӑп сире: ҫавсем пурте ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗҫ. 31 Ҫӗрпе пӗлӗт те пӗтӗ, Ман сӑмахӑмсенчен пӗри те пӗтмӗ».

Сыхӑ пулма чӗнни

(Мф. 24:36-44)

32 «Ҫавӑ хӑш кун, хӑш сехетре пуласса никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те, Ывӑлӗ те пӗлмест. Ӑна пӗртен-пӗр Атте Турӑ кӑна пӗлет. 33 Астӑвӑр, сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑт хӑҫан ҫитессе пӗлме пултараймастӑр. 34 Ун чухне ак ҫак ытарлӑхра каланӑ пек пулӗ. Пӗр ҫын инҫе ҫула кайма пуҫтарӑннӑ. Килтен кайиччен вӑл кашни тарҫинех харпӑр-хӑй ӗҫӗшӗн яваплӑ пулма, хапха хуралҫине сыхӑ пулма хушса хӑварнӑ. 35 Ҫапла вара сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен кил хуҫи те каҫпа, те ҫур ҫӗрте, те автан авӑтсан, те ирхине килет. Эсир ӑна пӗлме пултараймастӑр. 36 Астӑвӑр, вӑл сасартӑк эсир ҫывӑрнӑ тӗле килсе ан тухтӑрччӗ. 37 Ҫакна сире кӑна мар, пурне те калатӑп: сыхӑ пулӑр».

14

Иисуса хирӗҫ тунӑ кавар

(Мф. 26:1-5; Лк. 22:1-2; Ин. 11:45-53)

1 Тата тепӗр икӗ кунтан пасха тата тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ ҫитмелле пулнӑ. Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисуса епле те пулин чеелӗхпе тытса вӗлерме май шыранӑ. 2 Анчах та вӗсем ҫапла калаҫса килӗшнӗ: «Иисуса уяв вӑхӑтӗнче тытас мар, ахальлӗн халӑх пӑлханса кайӗ».

Иисуса Вифанире ҫупа сӗрни

(Мф. 26:6-13; Ин. 12:1-8)

3 Иисус Вифанире юхан-суранлӑ Симон патӗнче хӑнара пулнӑ чухне ҫавӑнта пӗр хӗрарӑм кӗнӗ. Вӑл алебастр савӑтпа таса та хаклӑ йышши нардран тунӑ ырӑ шӑршӑллӑ мирӑ илсе пынӑ. Хӗрарӑм, чул савӑтне ҫапса уҫса, Унӑн пуҫне ҫав ҫупа сӗре пуҫланӑ. 4 «Мӗне кирлӗччӗ мирӑна пӗтерсе кунашкал тӑкакланни?» – тарӑхса калаҫнӑ хӑш-пӗр хӑнисем. 5 «Ӑна виҫ ҫӗр динарийрен те ытлараха сутса укҫине чухӑнсене пама пулатчӗ», – тесе ӳпкеленӗ вӗсем хӗрарӑма. 6 Вара Иисус ҫапла каланӑ: «Ан тивӗр ӑна, мӗншӗн эсир хӗрарӑма пӑшӑрхантаратӑр? Вӑл Маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ. 7 Чухӑнсем сирӗн яланах пулӗҫ, эсир вӗсене хӑҫан ырӑ тӑвас тетӗр, ҫавӑн чухне пулӑшма пултаратӑр. Эпӗ вара сирӗнпе яланах пулас ҫук. 8 Ҫак хӗрарӑм хӑй мӗн тума пултарнине турӗ: Ман ӳтӗме пытарма хатӗрлесе ҫу сӗрчӗ. 9 Чӑн калатӑп сире: ҫак Ырӑ Хыпара ӑҫта вӗрентӗҫ, ҫавӑнта – пӗтӗм тӗнчипех – ку хӗрарӑма та аса илӗҫ, вӑл мӗн туни ҫинчен те калаҫӗҫ».

Иуда Искариот сутӑнчӑклӑхӗ

(Мф. 26:14-16; Лк. 22:3-6)

10 Вун иккӗшӗнчен пӗри вара, Иуда Искариот, Иисуса аслӑ священниксене тытса парас шухӑшпа вӗсем патне кайнӑ. 11 Лешсем Иуда шухӑшне пӗлсессӗн хӗпӗртесех ӳкнӗ, ӑна кӗмӗл укҫа пама пулнӑ. Вара вӑл Иисуса тытса пама меллӗ вӑхӑт шыранӑ.

Пасха апачӗ тума хатӗрленни

(Мф. 26:17-25; Лк. 22:7-14, 21-23; Ин. 13:21-30)

12 Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн малтанхи кунӗнче, пасха валли путек пусмалли вӑхӑтра, вӗренекенӗсем Иисуса каланӑ: «Эсӗ пасха апачӗ ӑҫта ҫиес тетӗн? Эпир кайса хатӗрлӗпӗр». 13 Вара Иисус Хӑйӗн икӗ вӗренекенне ҫапла каласа янӑ: «Хулана кайӑр, унта сире кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан пӗр ҫын тӗл пулӗ. Эсир ҫав ҫын хыҫҫӑн кайӑр. 14 Вӑл кӗрекен ҫуртри кил хуҫине ҫапла калӑр: „Вӗрентекен акӑ мӗн ыйтать: Эпӗ Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пасха апачӗ ҫиес пӳлӗм хӑшӗ?“ 15 Кил хуҫи сире янтӑласа хунӑ пысӑк та хӑтлӑ пӳлӗм кӑтартӗ. Хамӑр валли пасха апачӗ ҫавӑнта хатӗрлӗр». 16 Вӗренекенӗсем кайнӑ, хулана ҫитнӗ. Пӗтӗмпех Иисус каланӑ пек пулса иртнӗ. Унтан вӗсем пасха апачӗ хатӗрленӗ.

Каҫхи вӑрттӑн апатлану

(Мф. 26:26-30; Лк. 22:15-20; 1 Кор. 11:23-25)

17 Каҫ пулсан Вун иккӗшӗпе пӗрле Иисус унта пынӑ. 18 «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус каҫхи апат ҫинӗ чухне, – сирӗнтен пӗри, Манпа пӗрле ҫиекенскерех, Мана тытса парӗ». 19 Вӗренекенӗсем хуйха ӳкнӗ, вара пӗрин хыҫҫӑн тепри Ӑна: «Эпӗ марах!» – теме пуҫланӑ. 20 «Вун иксӗртен пӗри, Манпа пӗрле пӗр чашӑкран ҫӑкӑр пуҫса ҫиекенни, – тавӑрнӑ Иисус вӗсене. 21 – Тепӗр тесен, Этем Ывӑлӗ Ҫырнинче палӑртса хунӑ ҫулпа пырать. Анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ пулӗ: ҫав ҫынна ҫураличчен ҫуралманни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ». 22 Каҫхи апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑра илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса: «Илӗр, ҫийӗр, ҫакӑ – Манӑн Ӳтӗм», – тенӗ. 23 Унтан куркине илсе Турра тав тунӑ, вара ҫав куркаран пурте ӗҫнӗ. 24 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫак хӗрлӗ эрех – Ҫӗнӗ Халала ҫирӗплетекен, нумай ҫыншӑн юхакан Манӑн Юнӑм. 25 Чӑн калатӑп сире: ӗнтӗ Эпӗ иҫӗм ҫырли эрехне Турӑ Патшалӑхӗнче ҫӗнӗ эрех ӗҫес кунчченех урӑх ӗҫеймӗп». 26 Вара, Турра мухтаса юрланӑ хыҫҫӑн, Иисуспа вӗренекенӗсем Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ.

Петр тунасса Иисус малтанах калани

(Мф. 26:31-35; Лк. 22:31-34; Ин. 13:36-38)

27 Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене каланӑ: «Кӗҫӗр эсир пурте Мана шанма пӑрахатӑр, мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Кӗтӳҫне пӗтерӗп те, сурӑхӗсем саланса кайӗҫ“. 28 Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн вара Эпӗ Галилейӑра сирӗнтен те маларах пулӑп». 29 «Сана пурте шанми пулсан та, эпӗ шанӑп», – тенӗ Ӑна Петр. 30 «Чӑн калатӑп сана, – тенӗ вара ӑна Иисус, – кӗҫӗрех, автан иккӗ авӑтма ӗлкӗричченех, эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн». 31 «Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та Санран тунас ҫук», – тенӗ Петр ҫине тӑрсах. Ыттисем те ҫавнашкалах каланӑ.

Елеон тӑвӗ ҫинче кӗлтуни

(Мф. 26:36-46; Лк. 22:39-46)

32 Унтан вӗсем Гефсимани текен вырӑна пынӑ. «Эпӗ кайса кӗлтунӑ вӑхӑтра ҫакӑнтах ларӑр-ха», – тенӗ вӗренекенӗсене Иисус. 33 Вара Хӑйпе пӗрле Вӑл Петра тата Иаковпа Иоана илсе кайнӑ та калама ҫук вӑйлӑн хуйхӑра пуҫланӑ. 34 «Манӑн чунӑм вилесле хурланать, эсир ҫакӑнта Манпа пӗрле пулӑр-ха, ан ҫывӑрӑр», – тенӗ вӗсене Иисус. 35 Вара кӑштах аяккалла пӑрӑннӑ та: «Май пулсассӑн, ҫак асап вӑхӑчӗ Манран иртинччӗ. Эй, Авва Аттем! Эсӗ пурне те тума пултаратӑн. Ҫак асап куркине Манран ирттерсемччӗ. Ҫапах та Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр», – тесе ҫӗре ӳксе кӗлтунӑ. 37 Унтан вӗренекенӗсем патне пынӑ та лешсем ҫывӑрнине курнӑ. «Симон, эсӗ ҫывӑратӑн-и? Пӗр сехет те пулин ҫывӑрмасӑр тӳсеймерӗн-и? – тенӗ Петра. 38 – Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе, сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр: этемӗн чун-чӗмӗ ҫирӗп, ӳт-пӗвӗ вара хавшак». 39 Унтан Иисус, каллех пӑрӑнса, малтанхи пекех каласа кӗлтунӑ. 40 Вӗренекенӗсем патне пырсан Вӑл лешсем каллех ҫывӑрнине курнӑ. Ыйхӑ пуссах ҫитернипе вӗсем Иисуса ним тавӑрса калама та аптӑранӑ. 41 Унтан, виҫҫӗмӗш хут кӗлтуса тавӑрӑнсан, Иисус вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫаплах ҫывӑратӑр-и, канатӑр-и? Вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: акӑ Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса параҫҫӗ. 42 Тӑрӑр та каяр! Акӑ Мана сутакан та ҫывӑхрах».

Иисуса тытни

(Мф. 26:47-56; Лк. 22:47-53; Ин. 18:3-12)

43 Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда, тата унпа пӗрле хӗҫсемпе шалҫасем йӑтнӑ темӗн чухлӗ халӑх пырса ҫитнӗ. Вӗсене аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсем янӑ пулнӑ. 44 Сутаканӗ вӗсемпе ҫапла калаҫса татӑлнӑ пулнӑ: «Эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ Иисус пулӗ. Эсир Ӑна ярса тытӑр та хуралласа илсе кайӑр». 45 Вӑл ҫавӑнтах Иисус патне пынӑ та: «Равви! Равви!» – тесе Ӑна чуптунӑ. 46 Лешсем вара, Ун ҫине алӑ ҫӗклеме хӑйса, Ӑна ярса тытнӑ. 47 Ҫав вӑхӑтра Иисуспа пулнисенчен пӗри хӗҫне туртса кӑларнӑ та, аслӑ священник чури ҫине сулса ярса, унӑн хӑлхине касса татнӑ. 48 Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйне сырса илнисене каланӑ: «Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе тухрӑр. 49 Эпӗ куллен Турӑ Ҫуртӗнче сирӗнпе пултӑм, вӗрентрӗм; ун чухне эсир Мана тӗкӗнмерӗр. Ҫырнинче мӗн калани пурнӑҫлантӑр, тытӑрах эппин». 50 Ҫавӑн чухне Ӑна пурте пӑрахса тарнӑ.

51 Ҫара ӳчӗ ҫинченех пӗркенчӗк уртса янӑ пӗр темле ҫамрӑк ҫеҫ Иисус хыҫҫӑн утнӑ, анчах салтаксем ӑна та ярса тытнӑ. 52 Вара ҫав ҫамрӑк, пӗркенчӗкне вӗсен аллинче хӑварса, ҫарамассӑнах тарнӑ.

Иисуса синедриона илсе пыни

(Мф. 26:57-68; Лк. 22:54-55, 63-71; Ин. 18:13-14, 19-24)

53 Иисуса чи аслӑ священник патне илсе кайнӑ. Вара ҫавӑнта ытти аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем, саккун вӗрентӳҫисем пухӑннӑ. 54 Петр вара аслӑ священник ҫурчӗ патне ҫитичченех Иисус хыҫҫӑн чылай каярахра утса пынӑ. Картишне кӗрсессӗн вӑл унти тарҫӑсемпе пӗрле кӑвайт умне ӑшӑнма ларнӑ. 55 Аслӑ священниксем тата синедрионра ларакан ытти ҫынсем, Иисуса вӗлерттерес тесе, Ӑна судра айӑпламалли сӑлтав шыранӑ, анчах тупайман. 56 Ун ҫинчен нумайӑшӗ суйса айӑп кӑтартнӑ, анчах вӗсем кӑтартнисем ҫителӗксӗр пулнӑ. 57 Хӑшӗ-пӗрисем ура ҫине тӑрсах Ӑна хирӗҫ ҫапла суйса пӗлтернӗ: 58 «„Этем аллипе тунӑ ҫак Турӑ Ҫуртне аркатма, унтан тепӗр виҫӗ кунран урӑххине, этем аллипе туманнине, ҫӗнӗрен туса лартма пултаратӑп“, – тенине эпир хамӑр илтрӗмӗр». 59 Анчах вӗсем ҫапла кӑтартни те айӑплама ҫителӗксӗр пулнӑ. 60 Вара аслӑ священник мала тухса тӑнӑ та Иисусран ыйтнӑ: «Вӗсем Сана хирӗҫ айӑп кӑтартаҫҫӗ, Санӑн тавӑрса каламалли нимӗн те ҫук-им?» 61 Иисус чӗнмен, хирӗҫ тавӑрса нимӗн те каламан. Аслӑ священник каллех ыйту панӑ. «Эсӗ Христос-и? Мухтавлӑ Турӑ Ывӑлӗ-и?» – тесе ыйтнӑ Унран. 62 «Эпӗ, – тенӗ вара Иисус. – Ӗнтӗ эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр». 63 Ҫакна илтсен, тарӑхнипе, аслӑ священник хӑй ҫийӗнчи тумтирне ҫурса янӑ. «Унӑн айӑпне кӑтартакан мӗн тума кирлӗ тата пире? – тенӗ вӑл. 64 – Вӑл Турра хурланине хӑвӑрах илтрӗр! Ҫакӑн пирки эсир мӗн шухӑшлатӑр?» «Айӑплӑ, вӗлермелле», – тенӗ вара вӗсем пурте. 65 Хӑшӗ-пӗрисем Ун ҫине сура пуҫланӑ, Иисусӑн питне хупласа, ҫапа-ҫапа каланӑ: «Пророк пулсан кам ҫапнине кала!» Ӑна тарҫӑсем те питрен ҫупа-ҫупа янӑ.

Петр Иисуса пӗлмӗш пулни

(Мф. 26:69-75; Лк. 22:56-62; Ин. 18:15-18, 25-27)

66 Петр ҫав хушӑра тулта, картишӗнче ларнӑ. Аслӑ священникӑн хӗрарӑм тарҫи, пырсан, 67 Петр кӑвайт умӗнче ӑшӑнса ларнине курнӑ. Вара ун ҫине тинкеререх пӑхса ҫапла каланӑ: «Эсӗ те Назаретри Иисуспа пӗрлехчӗ». 68 Анчах та Петр, Иисусран тунса: «Эсӗ мӗн калаҫнине пӗлместӗп те, ӑнланаймастӑп та», – тенӗ. Вара малти картишне тухнӑ, ҫавӑнтах автан авӑтса янӑ. 69 Хӗрарӑм тарҫӑ ӑна каллех асӑрханӑ та ҫавӑнта тӑракансене: «Ку ҫын ҫавсен ушкӑнӗнченех», – тесе кала пуҫланӑ. 70 Петр каллех туннӑ. Тепӗртакран ҫавӑнта тӑракансем Петра татах ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӑнах та ҫавсен ушкӑнӗнченех. Мӗншӗн тесен эсӗ – Галилея ҫынни, калаҫни-туни те вӗсен евӗрлех». 71 Вӑл вара пӗтӗм чӗререн: «Эсир калакан Ҫынна эпӗ пӗлместӗпех», – тесе тупа тӑва пуҫланӑ. 72 Ҫав самантрах автан иккӗмӗш хут авӑтса янӑ. Петр вара хӑйне Иисус «автан иккӗ авӑтма ӗлкӗричченех эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн» тенине аса илнӗ те йӗрсе янӑ.

15

Иисус Пилат патӗнче

(Мф. 27:1-2, 11-14; Лк. 23:1-5; Ин. 18:28-38)

1 Ирхине, тул ҫутӑлсанах, аслӑ священниксем, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем, саккун вӗрентӳҫисем – синедрионра ларакансем пурте канашласа йышӑннипе Иисуса ҫыхса Пилат патне илсе кайнӑ. 2 «Эсӗ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнӑ Унран Пилат. «Эсӗ ху ҫапла каларӑн», – тавӑрнӑ ӑна Иисус. 3 Аслӑ священниксем Ӑна хирӗҫ тем тӗрлӗ айӑплав та кӑларса тӑратнӑ. 4 Вара Пилат каллех Унран ҫапла ыйтнӑ: «Куратӑн-и, Сана хирӗҫ мӗн чухлӗ айӑплав сӑмахӗ калаҫҫӗ. Эсӗ мӗншӗн нимӗн те чӗнместӗн?» 5 Анчах Иисус ҫакна хирӗҫ те нимӗн те тавӑрса каламан, ку вара Пилата тӗлӗнтерсех янӑ.

Иисуса вӗлерме ыйтни

(Мф. 27:15-26; Лк. 23:13-25; Ин. 18:39–19:16)

6 Кашни пасха уявӗ тӗлне вӑл тӗрмере ларакансенчен пӗрне халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларнӑ. 7 Ҫавӑн чухне пӗр Варавва ятлӑ ҫын ытти пӑлхавҫӑсемпе пӗрле тӗрмере ларнӑ. Вӗсем пӑлхав вӑхӑтӗнче ҫын вӗлернӗ пулнӑ. 8 Халӑх Пилатран йӑлана кӗнӗ йӗркене пурнӑҫлама кӑшкӑра-кӑшкӑра ыйта пуҫланӑ. 9 Пилат вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Сире Иудея Патши текеннине кӑларса парас мар-и? Килӗшетӗр-и?» 10 Аслӑ священниксем Иисуса кураймасӑр тытса панине пӗлнӗрен Пилат ҫапла ыйтнӑ. 11 Анчах аслӑ священниксем Иисус вырӑнне Вараввӑна кӑларма ыйтмашкӑн халӑха пӑлхатса янӑ. 12 Пилат каллех вӗсене тавӑрса ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр Иудея Патши текеннине манӑн мӗн тумалла вара?» 13 Вӗсем каллех кӑшкӑра пуҫланӑ. «Пӑталаттар Ӑна!» – кӑшкӑрнӑ вӗсем ҫаплах. 14 «Мӗн усалли тунӑ вара Вӑл?» – тенӗ Пилат вӗсене. Анчах та халӑх тата хытӑрах: «Пӑталаттар Ӑна!» – тесе кӑшкӑрнӑ. 15 Вара Пилат, халӑх кӑмӑлне юрас тесе, Вараввӑна тӗрмерен кӑларттарнӑ, Иисуса, чӗн пушӑпа хӗнеттерсе, пӑталама хушнӑ.

Иисусран мӑшкӑлласа кулни

(Мф. 27:27-31; Ин. 19:2-3)

16 Салтаксем Ӑна претори картишне илсе кӗртнӗ те унта пулккипех ытти салтаксене пухнӑ. 17 Вара Ӑна патшалла хӗрлӗ тум тӑхӑнтартнӑ, Ун пуҫне йӗплӗ кӳкен хуллинчен явнӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑнтартнӑ. 18 Вара Ӑна хисепленҫи пулса: «Сывӑ пултӑр Иудея Патши!» – тесе саламлама пуҫланӑ. 19 Салтаксем Иисус ҫине сура-сура Ӑна пуҫӗнчен туяпа ҫапса пӗтернӗ, Ун умне чӗркуҫленсе ларса пуҫ тайнӑ пек хӑтланнӑ. 20 Унтан, мӑшкӑлласа тӑрансан, Ун ҫийӗнчи хӗрлӗ тумне хывса илнӗ те Хӑйӗн тумтирне тӑхӑнтартнӑ. Вара Ӑна пӑталама илсе кайнӑ.

Иисус Христоса пӑталани

(Мф. 27:32-44; Лк. 23:26-43; Ин. 19:17-27)

21 Ҫул ҫинче вӗсем хиртен тавӑрӑнакан Симон ятлӑ Киринея ҫыннине, Александрпа Руф ашшӗне, тӗл пулнӑ, Иисусӑн хӗресне йӑтса пыма ҫавна хушнӑ. 22 Иисуса Голгофа ятлӑ вырӑна илсе пынӑ, ку «Пуҫ купташки» тенине пӗлтерет. 23 Вара Ӑна смирнӑпа хутӑштарнӑ хӗрлӗ эрех ӗҫтересшӗн пулнӑ, анчах Вӑл ӗҫмен. 24 Иисуса пӑталакансем Унӑн тумтирне шӑпа ярса пӗр-пӗрин хушшинче валеҫнӗ. 25 Ирхине тӑхӑр сехетре Иисуса хӗрес ҫумне пӑталанӑ. 26 Унӑн айӑпне кӑтартса «Иудея Патши» тесе ҫырса ҫапнӑ. 27 Унпа пӗрле икӗ хураха пӑталанӑ: пӗрне – унран сылтӑм енне, теприне – сулахай енне. 28 Ҫапла «Ӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртӗҫ» тесе Ҫырнинче калани пурнӑҫланнӑ . 29 Иртен-ҫӳренсем Ӑна хурласа, пуҫӗсене сулла-сулла ҫапла калаҫкаланӑ: «Ай-яй, Турӑ Ҫуртне аркатакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен туса лартакан! 30 Халӗ Хӑвна Ху ҫӑлсам, хӗрес ҫинчен анса пӑх-ха!» 31 Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем те ҫавнашкалах Унран мӑшкӑлланӑ. Пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла калаҫкаланӑ: «Ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть! 32 Ӗнтӗ Христос, Израиль Патши текенскер, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр, эпир ҫакна курӑпӑр та вара Ӑна ӗненме пуҫлӑпӑр». Хӑйӗнпе пӗрле пӑталанисем те Унран йӗкӗлтесе кулнӑ.

Иисус Христос вилӗмӗ

(Мф. 27:45-56; Лк. 23:44-49; Ин. 19:28-30)

33 Кӑнтӑрла, вун икӗ сехетрен пуҫласа виҫӗ сехетчен, сасартӑк пӗтӗм ҫӗр ҫинче сӗм тӗттӗм пулса ларнӑ. 34 Виҫӗ сехетре вара Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: «Элои! Элои! Ламма савахфани?» Ку «Эй, Турӑҫӑм! Турӑҫӑм! Мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» тени пулать. 35 Ҫакна илтсен: «Вӑл Илияна пулӑшма чӗнет», – тенӗ ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри. 36 Пӗри тата чупса кайнӑ та, хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех сӑхтарнӑ мунчалана патак вӗҫне тирсе, Иисуса ӗҫме панӑ. «Тӑхтӑр-ха, пӑхса тӑрар: Илия Ӑна хӗрес ҫинчен антарма килет-и?» – тенӗ ҫавскер. 37 Унтан Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та, Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ. 38 Ҫав вӑхӑтра Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫӳлтен аяла ҫитиччен ҫурмалла ҫурӑлса аннӑ. 39 Иисуса хирӗҫех тӑракан Рим ҫӗрпӗвӗ вара, Иисус ҫапла кӑшкӑрса юлашки сывлӑшне кӑларса янине курса: «Ку Ҫын чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн!» – тенӗ. 40 Ҫавӑнтах аякран пӑхса тӑракан хӗрарӑмсем те пулнӑ: вӗсем хушшинче Мария Магдалина та, кӗҫӗн Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария та, Саломия та пулнӑ. 41 Вӗсем Иисус Галилейӑра чухне те Ун хыҫҫӑн ҫӳренӗ, Ӑна пулӑшнӑ. Унта тата Иисуспа пӗрле Иерусалима пынӑ ытти хӗрарӑмсем те нумаййӑн пулнӑ.

Иисус ӳтне тупӑклӑха хуни

(Мф. 27:57-61; Лк. 23:50-56; Ин. 19:38-42)

42 Ҫакӑ эрне кун пулса иртнӗ, шӑмат кун вара ӗҫлеме юраман. Ҫавӑнпа та, каҫ пулсан, 43 Аримафея хулинче ҫуралса ӳснӗ Иосиф ятлӑ пӗр ҫын пынӑ та Иисус ӳтне ыйтма Пилат патне хӑйса кӗнӗ. Иосиф иудейсен канашӗнче хисеплӗ ҫын шутланнӑ пулин те, хӑй те Турӑ Патшалӑхӗ килессе кӗтсе пурӑннӑ пулнӑ. 44 Иисус вилнӗ ӗнтӗ тесен Пилат тӗлӗннӗ. Вара вӑл ҫӗрпӗве чӗнтерсе: «Иисус вилни нумай пулать-и?» – тесе ыйтнӑ. 45 Иисус вилнине ҫӗрпӳ те пӗлтерсен, Пилат Унӑн ӳтне Иосифа пама хушнӑ. 46 Вара Иосиф йӗтӗн пир туяннӑ та Иисус ӳтне хӗрес ҫинчен антарнӑ. Унтан пирпе чӗркенӗ те чул ту хысакне касса тунӑ тупӑклӑха кайса хунӑ, шала кӗмелли шӑтӑк умне чул йӑвантарса хунӑ. 47 Мария Магдалинӑпа Иосия Марийи Ӑна ӑҫта пытарнине пӑхса тӑнӑ.

16

Иисус Христос чӗрӗлсе тӑни

(Мф. 28:1-8; Лк. 24:1-12; Ин. 20:1-10)

1 Шӑмат каҫ Мария Магдалина, Иаков амӑшӗ Мария тата Саломия, Иисус ӳтне кайса сӗрес тесе, ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем туяннӑ. 2 Вырсарни кун, эрнен малтанхи кунӗнче, ирпе ирех, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, вӗсем тупӑклӑх патне кайнӑ. 3 Ҫапла вӗсем: «Тупӑклӑх шӑтӑкӗ умӗнчи чула кам йӑвантарса куҫарса парӗ-ши пире?» – тесе пӗр-пӗринпе калаҫкаласа пынӑ. 4 Ҫитсессӗн пӑхнӑ та курах кайнӑ: хайхи пысӑк чула куҫарса та хунӑ иккен. 5 Унтан, тупӑклӑха кӗрсен, вӗсем сылтӑм енче шап-шурӑ тум тӑхӑннӑ пӗр ҫамрӑк ларнине асӑрханӑ. Вара хӗрарӑмсем тӗлӗннипе питӗ хӑраса ӳкнӗ. 6 «Ан хӑрӑр, – тенӗ ангел вӗсене. – Эсир хӗрес ҫине пӑталанӑ Назаретри Иисуса шыратӑр вӗт. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлнӗ. Вӑл кунта ҫук халӗ. Акӑ Ӑна хунӑ вырӑн. 7 Ҫапах та эсир Унӑн вӗренекенӗсене тата Петра: „Иисус сире Хӑй каланӑ пекех Галилейӑра тӗл пулӗ, эсир Ӑна унта курӑр“, – тесе кайса калӑр». 8 Вара вӗсем тупӑклӑхран тухса тарнӑ, тӗлӗннипе питӗ хӑраса ӳкнӗ. Хӑранӑран вара никама та ним те каламан.

Чӗрӗлсе тӑнӑ Христос Мария Магдалинӑна тата икӗ вӗренекенне курӑнни

(Мф. 28:9-10; Лк. 24:13-35; Ин. 20:11-18)

9 Эрнен малтанхи кунӗнче, вырсарни кун, ирпе ирех чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус чи малтан Хӑй унччен ҫичӗ усал сывлӑша хӑваласа кӑларнӑ Мария Магдалинӑна курӑннӑ. 10 Мария ҫакӑн ҫинчен Иисуспа пӗрле пулнисене, татӑлса йӗрекенскерсене, кайса каласа кӑтартнӑ. 11 Анчах та вӗсем Иисус чӗрӗ пулнине те, Мария Ӑна курнине те ӗненмен. 12 Кайран Иисус ҫав ӗненменнисенчен иккӗшне, вӗсем пӗр яла кайнӑ чухне, ҫул ҫинче урӑх сӑн-сӑпатлӑ пулса курӑннӑ. 13 Вара хайхисем каялла тавӑрӑннӑ та ыттисене каласа кӑтартнӑ, анчах вӗсене те ӗненмен.

Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус вун пӗр апостола курӑнни

(Мф. 28:16-20; Лк. 24:36-49; Ин. 20:19-23; Ӗҫ-хӗл. 1:6-8)

14 Юлашкинчен Иисус вун пӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ. Иисус вӗсене чунӗсем уҫӑлса ҫитейменшӗн, Хӑй чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Ӑна куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ. 15 Унтан Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Кайӑр та пӗтӗм тӗнчипех пурне те Ырӑ Хыпар вӗрентсе ҫӳрӗр. 16 Кам ӗненсе шыва кӗрӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ. Кам ӗненмӗ, ҫавна юлашки судра айӑплӗҫ. 17 Ӗненекенсем ҫак хӑватсене тума пултарӗҫ: Ман ятӑмпа усалсене хӑваласа кӑларӗҫ; хӑйсем халиччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫӗҫ; 18 ҫӗленсене алла тытӗҫ; пӗр-пӗр наркӑмӑш ӗҫсен те сиенленмӗҫ; чирлисем ҫине аллисене хурсан, лешсем сывалӗҫ».

Иисус Христос тӳпене ҫӗкленни

(Лк. 24:50-53; Ӗҫ-хӗл. 1:9-11)

19 Ҫапла Хуҫамӑр, вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн, тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ. 20 Вара вӗренекенӗсем кайнӑ та пур ҫӗрте те ӳкӗтлесе вӗрентнӗ; Хуҫамӑр вӗсене пулӑшсах тӑнӑ, хӑватсем кӑтартса вӗсен сӑмахӗсене ҫирӗплетнӗ. Аминь .