МАТФЕЙ ПӖЛТЕРНӖ ЫРӐ ХЫПАР
Ум сӑмах
Сирӗн алӑра – Ҫӗнӗ Халалӑн чӑвашла ҫӗнӗ куҫарӑвӗ. Паянхи кунчченех чи нумай ҫын вулакан Кӗнекесен Кӗнеки – Библи – Ҫӗнӗ Халалпа Авалхи Халал пайсенчен тӑрать.
Ҫӗнӗ Халал ҫинчен
Ҫӗнӗ Халала 27 кӗнеке кӗрет. Вӑл историллӗ текен пайпа – тӑватӑ кӗнекерен тӑракан Евангелипе – пуҫланать. Грекларан куҫарсан «Евангелие» тени «Ырӑ Хыпар» тени пулать. Шӑпах ҫапла ят панӑ та Хӑйӗн вӗрентӗвне Турӑ Суйласа илнӗ Иисус Христос. Вӑл этемлӗхе ҫылӑхпа вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтарнӑ. Ырӑ Хыпарта Унӑн ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫӗ ҫинчен каласа панӑ, – Ҫурални тата Турӑшӑн ӗҫлесе тӑни ҫинчен, Унӑн вӗрентӗвӗпе Вӑл тунӑ хӑватсем ҫинчен, Унӑн вилӗмӗпе Вӑл чӗрӗлсе тӑни ҫинчен. Тӑватӑ Евангели те ҫак ӗҫ-пуҫсене тӗрлӗ енчен ҫутатса параҫҫӗ, Христос вӗрентӗвӗн тӗшшине лайӑхрах ӑнланса илме пулӑшаҫҫӗ. Ырӑ Хыпарӑн авторӗсем Матфей, Марк, Лука тата Иоанн ҫак ӗҫ-пуҫсене куҫӑн куракансем пулнӑ, Матфейпа Иоанн Христосӑн вун икӗ вӗренекенӗ шутне кӗнӗ; Лукапа Марк вара апостол тивӗҫӗсене каярахпа туса пыма пуҫланӑ. Иисус Христос ҫинчен мӗн-мӗн паллӑ пулнине туллин те хронологи йӗркипе ҫырса парса евангелистсем Унӑн вӗрентӗвне истори тӗлӗшӗнчен ҫирӗп сӑлтавланӑ.
Иисус Христос ҫинчен калакан Ырӑ Хыпар мӗнле сарӑлни пирки Ҫӗнӗ Халалӑн тепӗр кӗнеки – Апостолсен Ӗҫӗ-хӗлӗ – каласа парать. Тӗрӗссипе, вӑл тӑватӑ Евангелин малалли пайӗ пулса тӑрать. Ку кӗнеке Христос тӳпене ҫӗкленнипе пуҫланать те Аллӑмӗш кун уявӗнче апостолсем ҫине Святой Сывлӑш анни Христос Чиркӗвне никӗслес ӗҫре юлашки чул хунипе пӗр пулни ҫинчен каласа парать. Кунтах эпир тӗрлӗ хуласемпе ҫӗр-шывсенче Христоса ӗненессин вӑрлӑхне акакан апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паттӑрлӑхӗ ҫинчен вуласа пӗлетпӗр. Христианлӑхӑн малтанхи ҫулӗсенче пулса иртнӗ ӗҫсене сӑнласа панӑран ку кӗнеке уйрӑммӑнах истори тӗлӗшӗнчен паха. Апостолсен Ӗҫӗ-хӗлӗ кӗнеке авторӗ – Лука евангелист.
Ҫӗнӗ Халала апостолсен ҫырӑвӗсем те кӗреҫҫӗ, пурӗ 21 ҫыру, вӗсенчен ытларахӑшне (14) Павел апостол ҫырнӑ. «Мӗн пур ӗненекенсем патне янисем» текен тепӗр ҫиччӗшне тӗрлӗ апостолсем ҫырнӑ: иккӗшне – Петр апостол, виҫҫӗшне – Иоанн апостол, Иаков апостолпа Иуда апостол пӗрер ҫырнӑ. Кашни ҫырӑвӗнчех ӑна кам патне ҫырнине кӑтартнӑ, ҫырусене христиансен ушкӑнӗсене е уйрӑм ҫын патне янӑ. Ҫырусенче христианлӑх ӗненӗвӗпе пурӑнӑҫӗн тӗрлӗ ыйтӑвӗсене хускатнӑ – кунта турсӑмахлӑх ыйтӑвӗсем те, кулленхи пурӑнӑҫ ыйтӑвӗсем те пур – вӗсенче усӑллӑ канашсемпе ӳкӗтсем те тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтри ӗненекенсене, христианлӑх пурӑнӑҫӗн опычӗ питӗ сахал пулнӑ пирки, апостолсен ӑслӑ сӑмахӗ питех те кирлӗ пулнӑ. Унтанпа икӗ пин ҫула яхӑн иртнӗ пулин те, паянхи кун та Ҫырусенче каланисем кивелмен, вӗсем хальхи саманара пурӑнакансене те нумай вӗрентме пултараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Халалӑн юлашки кӗнеки – Турӑ сӑваплӑ Иоанн Турсӑмахҫӑна малашнехине уҫса пани (грекла «Апокалипсис») – пророкла кӗнеке. Ӑна вулама ансат мар, ку кӗнекере сӑнарсем йышлӑ, вӗсем урлӑ этемлӗх историйӗнчи Турӑ пуррин вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ; тӗнчене Турӑ суд тӑвасси ҫинчен, юлашки кунсенче Христос Чиркӗвӗн шӑпи епле пуласси ҫинчен каласа панӑ. Апокалипсис кӗнекен авторӗ – Иоанн Турсӑмахҫӑ апостол, вӑлах Евангелисенчен пӗрин тата апостолсен виҫӗ Ҫырӑвӗн авторӗ. I ӗмӗр вӗҫӗнче, христиансене пусмӑрланӑ тапхӑрта, Иоана ытти хӑш-пӗр ӗненекенсемпе пӗрле Патмос утравӗ ҫине яраҫҫӗ. Ҫавӑнта ӑна Турӑ, курӑну кӑтартса, малашне мӗн пулассине уҫса панӑ: Христос Чиркӗвӗ, вӑхӑтлӑха ҫӗмӗрсе тӑкнӑ пулин те, Турӑ пулӑшнипе тата Путек Юнӗпе тӗттӗмлӗх вӑйӗсене ҫӗнтермелле, вара ҫак тӗнчене «ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр» текен лайӑхрах та ӗмӗрлӗх тӗнче ылмаштармалла. Хӑйне мӗн курӑннине Иоанн йӑлтах ҫырса хунӑ, тем тери йывӑр саманара та ӗненекенсем «Апокалипсиса» вуласа тӗреклӗх илеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Халала куҫарнӑ чухне усӑ курнӑ оригинал-текст ҫинчен
Ҫӗнӗ Халала авалхи грек чӗлхипе ҫырнӑ, ӑна алӑ вӗҫҫӗн нумай-нумай хутчен ҫыра-ҫыра илнӗ. Ҫак сӑлтава пула грекла ҫырнӑ Ҫӗнӗ Халалӑн тӗрлӗрен ал ҫырӑвӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ. Ҫапах та уйрӑмлӑхсенчен чылайӑшӗ тӗп шухӑша улӑштармаҫҫӗ, авалхи ытти ал ҫырусемпе танлаштарсан, Ҫӗнӗ Халал тексчӗсем пӗр-пӗринчен ытлах уйӑрӑлса тӑмаҫҫӗ.
Чӑвашла куҫарӑвӑн тексчӗ вырӑсла Синод куҫарӑвӗн тексчӗ ҫинче никӗсленет. Ҫӗнӗ Халалӑн чи авалхи ал ҫырӑвӗсем хӑш-пӗр тӗлте Синод куҫарӑвӗнчен урӑхларах. Кунашкал чухне вулакансем текстсем хушшинчи уйрӑмлӑхсене сноскӑра тупма пултараҫҫӗ.
Вулакана пулӑшма ҫак кӑларӑмра хушса панисем
Ҫӗнӗ Халал куҫарӑвӗнче вулакана пулӑшма сыпӑксене пӗчӗкрех пайсем ҫине уйӑрнӑ, вӗсене ят панӑ. Ҫак ятсем айӗнче, скобкӑра, ытти Евангелисенче тӗл пулакан пӗрешкелтерех вырӑнсене кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне, сноскӑсенче хӑш-пӗр йывӑртарах сӑмахсене ӑнлантарса панӑ.
Кӗнеке вӗҫӗнче Ҫӗнӗ Халал куҫарӑвӗнче тӗл пулакан, ӑнлантарма тивӗҫлӗ хӑш-пӗр чи кирлӗ сӑмахсемпе сӑмах ҫавӑрӑнӑшӗсене ӑнлантарса панӑ глоссарий пур. Кунта ҫакна асӑрхаттармалла: вӑхӑт иртнӗҫемӗн хӑш-пӗр сӑмахсен пӗлтерӗшӗ улшӑннӑ, словарьте вӗсен Ҫӗнӗ Халала ҫырнӑ вӑхӑтри пӗлтерӗшне илсе панӑ. Кӗнеке вӗҫӗнче ҫавнашкалах Ҫӗнӗ Халал вӑхӑтӗнчи Палестинӑпа Ҫывӑх Хӗвел тухӑҫ карттисене тата Библири ӗҫ-пуҫсем пулса иртнӗ вырӑнсен сӑн ӳкерчӗкӗсене илсе панӑ.
Ҫӗнӗ Халала чӑвашла куҫарни ҫинчен
Лайӑх пахалӑхлӑ куҫару туса ҫитерме тата оригинал-текст шухӑшне тӗрӗс палӑртма куҫару темиҫе тӗрӗслев витӗр тухать. Библи текстне нумай чӗлхене куҫарнӑ май тӗрӗслев меслечӗсем ҫирӗпленсе ҫитнӗ ӗнтӗ. Грекла текста ӑнлантарнӑ чухне чӑвашла куҫару (Библи куҫарӑвӗн институчӗн ытти кӑларӑмӗсем пекех) пӗтӗм тӗнчере йышӑннӑ стандарта пӑхӑнать. Хӑш-пӗр вырӑнта, текста темиҫе тӗрлӗ те ӑнлантарни тӗл пулнӑ чухне, пӗр вариантне кӑна суйласа илнӗ.
Ҫӗнӗ Халала икӗ пин ҫула яхӑн ӗлӗкрех ҫырнӑ. Ҫав вӑхӑтранпа ӑна тӗнчери йышлӑ тата вак ҫӗршер халӑх чӗлхине куҫарнӑ; Библие куҫарнӑ чӗлхесен шутӗнче чӑваш чӗлхи те пур. Сӑваплӑ Ҫырнине чӑвашла куҫарнин историйӗ самаях анлӑ. Чӑвашла куҫарнӑ христианлӑх кӗнекисем 1800-мӗш ҫултан пичетленсе тухма пуҫлаҫҫӗ, чӑвашла тӑватӑ Евангели вара 1820-мӗш ҫулта Хусанта кун ҫути курать. Кивӗ чӑваш ҫырулӑхӗ анчахрах йӗркеленме тытӑннӑ пирки ку куҫарусенче нумай ҫитменлӗх тупма пулать ӗнтӗ, анчах та ҫакна манар мар: малтанхи чӑвашла Евангелие мӗн пур чӑваш прихучӗсене салатнӑ, ерипен пулин те, Библин тӗп ӑнлавӗсем йӗркеленме пуҫланӑ, чӑваш чӗлхи чиркӳ чӗлхи те пулас ҫул ҫине тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫак Евангели кивӗ чӑваш ҫырулӑхӗн палӑкӗ шутланать.
XIX ӗмӗр вӗҫӗнче ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ пуҫланса каять. Ӑна пуҫарса яраканӗ – ҫутта кӑлараканӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев (1848-1930 ҫҫ.). Вӑл 1873-1890-мӗш ҫулсенче Евангелин уйрӑм кӗнекисене чӑвашла куҫарса пичетлет. 1890-мӗш ҫулта вара тӑватӑ Евангели кун ҫути курать. Тулли Ҫӗнӗ Халал 1911-мӗш ҫулта Чӗмпӗрте «Пирӗн Туррӑмӑр Иисус Христос хунӑ сӑмах» ятпа пичетленсе тухать. Ҫапла майпа, Иван Яковлевич Яковлев пархатарне пула, чӑвашсем Турӑ Сӑмахне тӑван чӗлхепе вулама пуҫлаҫҫӗ. 1872-1917-мӗш ҫулсенче чӑвашла тухнӑ христианлӑх кӗнекисен шучӗ 439 кӗнекене ҫитет, чӑваш чӗлхи чиркӳ чӗлхи те пулса каять. Хальхи вӑхӑтра Шупашкар тата Чӑваш епархийӗнчи чиркӳсенчен ытларахӑшӗнче кӗлӗсене чӑвашла ирттереҫҫӗ.
Библие чӑвашла куҫарас ӗҫ XX ӗмӗр вӗҫнелле ҫӗнӗрен вӑй илет. Ку ӗҫре Библи куҫарӑвӗн институчӗн тӳпи питӗ пысӑк. Паянхи кунччен Библи куҫарӑвӗн институчӗ, репринтлӑ кӑларӑмсене шута илмесен, Сӑваплӑ Ҫырнин ҫак ҫӗнӗ куҫарӑвӗсене чӑвашла пичетлесе кӑларнӑ: «Лука пӗлтернӗ Ырӑ Хыпар» (1999 ҫ.), «Ырӑ Хыпар» (2001 ҫ.), «Ача-пӑча Библийӗ» (2006 ҫ.) тата ытт. те.
Юлашкинчен калани
Ҫак ҫӗнӗ куҫарӑва эпир халиччен пичетленсе тухнӑ ытти куҫарусенчен чаплӑрах тесшӗн мар. Калӑпӑр, И. Я. Яковлев куҫарӑвне пурте аван пӗлеҫҫӗ, тивӗҫлӗ хак параҫҫӗ, унпа чиркӳсенче усӑ кураҫҫӗ. Сирӗн алӑри ҫак кӗнекене вара ятарласа килте вулама хатӗрленӗ; эпир паянхи вулакана Библире пытарӑннӑ пахаран та паха пуянлӑхпа хальхи литература чӗлхипе паллашма майсем туса парас терӗмӗр.
Библи куҫарӑвӗн институчӗ Ҫӗнӗ Халалӑн чӑвашла куҫарӑвӗпе чылай ҫул хушши ӗҫленӗ куҫаруҫӑпа редакторсене тата ҫак текста пичетлесе кӑларма пулӑшакансене пурне те чун-чӗререн тав тӑвать.
Библи куҫарӑвӗн институтӗнче ӗҫлекенсем
1Иисус Христосӑн йӑх тымарӗ
(Лк. 3:23-38)
1 Авраампа Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ Иисус Христосӑн йӑх-несӗл тымарӗ. 2 Авраам ачи Исаак пулнӑ; Исаак ачи – Иаков; Иаков ачисем Иудӑпа унӑн пӗртӑванӗсем пулнӑ; 3 Иуда ачисем – Фареспа Зара, вӗсен амӑшӗ Фамарь пулнӑ. Фарес ачи – Есром, Есром ачи Арам пулнӑ; 4 Арам ачи – Аминадав; Аминадав ачи – Наассон; Наассон ачи Салмон пулнӑ. 5 Салмон ачи – Вооз, унӑн амӑшӗ Рахава пулнӑ. Вооз Овид ашшӗ пулнӑ, Овид амӑшӗ Руфь пулнӑ. Овид ачи Иессей пулнӑ; 6 Иессей ачи Давид патша пулнӑ; Давид ачи – Соломон, Соломон амӑшӗ малтан Урия арӑмӗ пулнӑ; 7 Соломон ачи – Ровоам, Ровоам ачи – Авия, Авия ачи Аса пулнӑ; 8 Аса ачи – Иосафат, Иосафат ачи – Иорам, Иорам ачи Озия пулнӑ; 9 Озия ачи – Иоафам, Иоафам ачи – Ахаз, Ахаз ачи Езекия пулнӑ. 10 Езекия ачи – Манассия, Манассия ачи – Амон, Амон ачи Иосия пулнӑ; 11 Иосия ачи – Иоаким; Израиль халӑхне Вавилона куҫарса каяс умӗн Иоакимран Иехонияпа унӑн пӗртӑванӗсем ҫуралнӑ.
12 Вавилона куҫарса кайнӑ хыҫҫӑн Иехонияран Салафииль ҫуралнӑ; Салафииль ачи Зоровавель пулнӑ; 13 Зоровавель ачи – Авиуд, Авиуд ачи – Елиаким, Елиаким ачи Азор пулнӑ; 14 Азортан Садок ҫуралнӑ; Садок ачи – Ахим, Ахим ачи Елиуд пулнӑ; 15 Елиудран Елеазар ҫуралнӑ; Елеазар ачи – Матфан, Матфан ачи Иаков пулнӑ; 16 Иаковран Мариян упӑшки Иосиф ҫуралнӑ, Мария вара Христос теекен Иисуса ҫуратнӑ.
17 Ҫапла вара Авраамран пуҫласа Давида ҫитиччен пурӗ вун тӑватӑ сыпӑк. Давидран пуҫласа Вавилона куҫарса кайиччен те вун тӑватӑ сыпӑк. Вавилона куҫнинчен пуҫласа Христос ҫураличчен те вун тӑватӑ сыпӑк.
Иисус Христос ҫурални
(Лк. 2:1-7)
18 Иисус Христос ҫурални вара акӑ ҫапла пулса иртнӗ: Иисус Амӑшне, Марияна, Иосиф валли ҫураҫсан, вӗсем пӗрле пурӑнма пуҫличченех, Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Мариян ҫие юлнӑ. 19 Унӑн пулас упӑшки Иосиф тӳрӗ пурӑнакан ҫын пулнӑ. Вӑл, Мариян ятне ярас мар тесе, сас-хура кӑлармасӑр Ӑна пӑрахма шут тытнӑ. 20 Анчах та вӑл ҫапла шухӑшласанах ӑна тӗлӗкре Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ курӑннӑ. «Давид патша йӑхӗнчи Иосиф, – тенӗ Турӑ ангелӗ, – эсӗ арӑмна, Марияна, ху патна илме ан хӑра, Вӑл Святой Сывлӑш хӑвачӗпе йывӑр ҫын пулнӑ. 21 Вӑл Ывӑл Ача ҫуратӗ, эсӗ ҫав Ачана Иисус ятлӑ хурӑн, мӗншӗн тесен Вӑл Хӑйӗн халӑхне ҫылӑхӗсенчен ҫӑлӗ». 22 Ҫак ӗҫсем Хуҫа Турӑ пророк урлӑ калани пурнӑҫланмашкӑн пулса иртнӗ, пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: 23 «Акӑ Хӗр йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӗ, Ӑна Еммануил ятлӑ хурӗҫ». Еммануил тени «Турӑ пирӗнпе» тенине пӗлтерет. 24 Иосиф ыйхӑран вӑраннӑ. Унтан вӑл, Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ хушнӑ пекех, арӑмне хӑй патне илнӗ. 25 Анчах вӑл Марияпа ҫывӑрман. Пурӑна-киле Мария Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратнӑ. Иосиф Ӑна Иисус ятлӑ хунӑ.
2Ӑсчахсем пуҫҫапма пыни
1 Ирод патша вӑхӑтӗнче, Иудейӑри Вифлеем хулинче Иисус ҫуралсан, хӗвел тухӑҫӗнчи ӑсчахсем Иерусалима пынӑ та халӑхран ҫапла ыйтнӑ: 2 «Иудейсен Патши пулма ҫуралнӑ Ача ӑҫта-ши? Ӗнтӗ эпир хӗвел тухӑҫӗнче Унӑн ҫӑлтӑрне куртӑмӑр та Ӑна пуҫҫапма килтӗмӗр». 3 Ҫакна илтсен Ирод патша та, пӗтӗм Иерусалим ҫыннисем те аптӑраса ӳкнӗ. 4 Вара Ирод аслӑ священниксене, халӑха Моисей саккунне вӗрентекенсене пурне те пухнӑ та: «Христосӑн ӑҫта ҫуралмалла?» – тесе тӗпчесе ыйтнӑ. 5 «Иудейӑри Вифлеем хулинче, – тенӗ ӑна вӗсем, – мӗншӗн тесен Турӑ пророка ҫапла ҫыртарнӑ: 6 „Эсӗ те, Вифлеем, Иуда ҫӗрӗ, Иудӑн аслӑ хулисенчен нимӗнпе те кая мар: мӗншӗн тесен санӑн ҫыннусенчен Ҫулпуҫӗ тухӗ, Вӑл Манӑн халӑхӑн, Израиль халӑхӗн, Кӗтӳҫи пулӗ“».
7 Вара Ирод ӑсчахсене вӑрттӑн чӗнсе илтерсе вӗсенчен ҫав ҫӑлтӑр курӑннӑ тӗрӗс вӑхӑта ыйтса пӗлнӗ. 8 «Кайӑр та пӗчӗк Ача ҫинчен тӗплӗн тӗпчесе ыйтса пӗлӗр. Ӑна тупсан вара мана килсе калӑр, эпӗ те кайса пуҫҫапам Ӑна», – тенӗ Ирод вӗсене Вифлеем хулине кайма хушса. 9 Патша хушнине итлесе ӑсчахсем кайнӑ. Ҫул ҫинче каллех хайхи хӗвел тухӑҫӗнче асӑрханӑ ҫӑлтӑр курӑннӑ. Ҫав ҫӑлтӑр вӗсем умӗнче куҫса пынӑ-пынӑ та, пӗчӗк Ача тӗлне ҫитсен, тӑпах чарӑннӑ. 10 Ҫӑлтӑра курсан вӗсем питӗ савӑнса-хӗпӗртесе кайнӑ. 11 Вара пӳрте кӗнӗ те пӗчӗк Ачапа Унӑн Амӑшне Марияна курнӑ. Вӗсем Ачана чӗркуҫленсех пуҫҫапнӑ, унтан хутаҫӗсенчен кӑларса Ӑна ылтӑн, ладан, смирна парнеленӗ. 12 Каярахпа Турӑ вӗсене тӗлӗк кӑтартса Ирод патне тавӑрӑнма юраманни ҫинчен пӗлтернӗ. Вара ӑсчахсем хӑйсен ҫӗрне урӑх ҫулпа тавӑрӑннӑ.
Египета тарни
13 Ӑсчахсем кайсан Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ Иосифа тӗлӗкре курӑнса ҫапла каланӑ: «Тӑр та пӗчӗк Ачапа Амӑшне илсе Египет ҫӗр-шывне тар. Эпӗ систериччен ҫавӑнтах пурӑн, мӗншӗн тесен Ирод пӗчӗк Ачана шыраса тупса вӗлерттересшӗн». 14 Иосиф тӑнӑ та пӗчӗк Ачапа Унӑн Амӑшне илсе ҫӗр варринчех Египета тухса кайнӑ; 15 вара Ирод виличченех унта пурӑннӑ. Ҫапла Хуҫа Турӑ пророк урлӑ: «Ывӑлӑма Эпӗ Египетран чӗнсе илтӗм», – тесе калани пурнӑҫланнӑ.
Ирод пӗчӗк ачасене вӗлерттерни
16 Ӑсчахсем хӑйне улталанине ӑнланса илсен Ирод пит ҫилленсе кайнӑ. Вара вӑл, ӑсчахсенчен тӗпчесе пӗлнӗ вӑхӑт тӑрӑх, Вифлеемпа унӑн таврашӗнче ҫуралнӑ иккӗри тата икӗ ҫултан кӗҫӗнрех пӗчӗк ачасене пурне те вӗлерсе тухма хушнӑ. 17 Ҫапла майпа Турӑ Иеремия пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ: 18 «Рама хулинче сасӑпах макӑрни, хыттӑн ӳлени, татӑлса йӗни илтӗнет. Ку вӑл ачисем ҫукран лӑпланаймасӑр йӗрекен Рахиль сасси».
Египетран Назарета тавӑрӑнни
19 Ирод вилсен вара Египетра Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ Иосифа тӗлӗкре курӑннӑ та 20 ҫапла каланӑ: «Ача чунне шыракансем вилчӗҫ ӗнтӗ, ҫавӑнпа тӑр та, Ачапа Амӑшне илсе, Израиль ҫӗрне кай». 21 Иосиф тӑнӑ та, Ачапа Амӑшне илсе, Израиль ҫӗрне тавӑрӑннӑ. 22 Анчах та Иудейӑра Ирод ывӑлӗ Архелай ашшӗ вырӑнӗнче патшара ларнине пӗлсен Иосиф унта тавӑрӑнма шикленнӗ. Вара, Турӑ хӑйне тӗлӗкре пӗлтернине итлесе, Галилейӑна кайнӑ. 23 Унта вӑл хӑйӗн ҫемйипе Назарет ятлӑ хулара пурӑнма пуҫланӑ. Ҫапла Турӑ пророксем урлӑ: «Турӑ Суйласа илнине Назорей тейӗҫ», – тесе калани пурнӑҫланнӑ.
3Шыва кӗртекен Иоанн ӳкӗтлесе вӗрентни
(Мк. 1:1-8; Лк. 3:1-9, 15-17; Ин. 1:19-28)
1 Ҫав кунсенче Шыва кӗртекен Иоанн халӑх хушшине тухнӑ, вӑл Иудея пуш хирӗнче ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. 2 «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ӳкӗнӗр», – тенӗ вӑл ҫынсене. 3 Исаия пророках ун ҫинчен ҫапла каланӑ пулнӑ: «Пуш хирте чӗнекенӗн сасси илтӗнет: „Хуҫамӑр валли ҫул хатӗрлӗр, Вӑл утас ҫулсене тӳрлетӗр!“» 4 Ҫӳрессе Иоанн тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ. Ҫиессе вӑл хӗрлӗ шӑрчӑк тата хӑвӑлсенче тупкаланӑ пыл ҫисе пурӑннӑ. 5 Ун патне Иерусалимран, пӗтӗм Иудейӑран тата Иордан шывӗ таврашӗнчен ҫынсем пырсах тӑнӑ. 6 Иоанн вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иорданра шыва кӗртнӗ.
7 Фарисейсемпе саддукейсенчен чылайӑшӗ хӑй патне шыва кӗме пынине асӑрхасан Иоанн вӗсене ҫапла каланӑ: «Эй, ҫӗлен ҫурисем! Ҫитес ҫилӗрен тарса хӑтӑлма кам вӗрентрӗ сире? 8 Эппин хӑвӑр ҫылӑхран ӳкӗннине тивӗҫлӗ ӗҫпе ҫирӗплетсех тӑрӑр. 9 „Пирӗн мӑн асатте – Авраам!“ – текен шухӑшпа киленсе ан пурӑнӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать. 10 Акӑ пуртӑ та йывӑҫ тымарӗ ҫумӗнчех выртать. Ырӑ ҫимӗҫ кӳмен кирек епле йывӑҫа та касса вута пӑрахаҫҫӗ. 11 Эпӗ сире ӳкӗнтерсе шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та ман хыҫҫӑн Килекенни манран хӑватлӑрах, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ. 12 Кӗреҫи те Унӑн Хӑйӗн аллинчех. Вӑл йӗтемӗнчи туллине сӑвӑрса тасатӗ те ӑна Хӑйӗн кӗлетне пухса хурӗ, арпи-улӑмне вара сӳнми вутра ҫунтарса ярӗ».
Иисуса шыва кӗртни
(Мк. 1:9-11; Лк. 3:21-22)
13 Ҫавӑн чухне, Хӑйне Иоанн шыва кӗрттӗр тесе, Иисус Галилейӑран Иордан хӗррине пынӑ. 14 «Санӑн мана шыва кӗртмелле, Эсӗ вара Ху ман патӑма килтӗн-и?» – тесе хирӗҫленӗ малтанах Иоанн. 15 Анчах та Иисус ӑна хуравласа каланӑ: «Ҫапла пулмалла та, Турӑ хушнине йӑлтах пирӗн ҫапла пурнӑҫламалла». Иоанн вара шыва кӗртме килӗшнӗ. 16 Иоанн шыва кӗртнӗ хыҫҫӑнах Иисус ҫырана тухнӑ. Акӑ ӗнтӗ Ун тӗлӗнче тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, Иоанн Турӑ Сывлӑшӗ Иисус ҫине кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине асӑрханӑ . 17 Акӑ, тӳперен ҫапла сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра».
4Иисуса шуйттан илӗртсе тӗрӗслени
(Мк. 1:12-13; Лк. 4:1-13)
1 Ҫавӑн хыҫҫӑн Сывлӑш Иисуса шуйттан илӗртӗвӗпе тӗрӗслеме пуш хире ертсе кайнӑ. 2 Унта Иисус хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ типӗ тытнӑ, юлашкинчен Унӑн ҫиесси килнӗ. 3 Хайхи шуйттан, илӗртсе тӗрӗслекен, Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чулсене ҫӑкӑр пулма хуш». 4 «Ҫырнинче ҫапла каланӑ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус, – ҫын ҫӑкӑрпа кӑна пурӑнмасть, Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан кашни сӑмахпах пурӑнать». 5 Унтан шуйттан Ӑна Иерусалима илсе кайнӑ та Турӑ Ҫурчӗ тӑррине тӑратса 6 ҫапла каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫакӑнтан сик. Ҫырнинче каланӑ вӗт-ха: „Турӑ Хӑйӗн ангелӗсене Сана упрама хушӗ, урупа чултан такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ“». 7 Иисус ӑна ҫапла тавӑрнӑ: «„Хӑвӑн Хуҫа Турруна илӗртсе ан тӗрӗсле“, – тесе те ҫырнӑ вӗт». 8 Унтан шуйттан Иисуса питӗ ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ та Ӑна тӗнчери мӗн пур патшалӑхсене, вӗсен чапне-илемне кӑтартнӑ. 9 «Эсӗ мана чӗркуҫленсе пуҫҫапсан ҫаксене йӑлтах Сана паратӑп», – тенӗ Ӑна шуйттан. 10 Вара Иисус ӑна ҫапла хуравланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! Ҫырнинче: „Хуҫа Турруна кӑна пуҫҫап, пӗр Уншӑн анчах ӗҫлесе тӑр“, – тенӗ вӗт». 11 Вара шуйттан Иисус патӗнчен кайнӑ, ҫавӑнтах ангелсем пынӑ та Уншӑн ӗҫлесе тӑма тытӑннӑ.
Иисус Галилейӑра вӗрентме пуҫлани
(Мк. 1:14-15; Лк. 4:14-15)
12 Иоана тытса хупнине илтсен Иисус Галилея ҫӗрне кайнӑ. 13 Вӑл Завулонпа Неффалим тӑрӑхне, тинӗс хӗрринчи Капернаум хулине, Назаретран пурӑнма куҫнӑ. 14 Ҫак ӗҫ Исаия пророк сӑмахӗсем пурнӑҫланма пулса иртнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ: 15 «Тинӗс еннелле выртакан ҫул ҫинчи, Иордан леш енчи Завулонпа Неффалим ҫӗрӗ, чӑн Турра пӗлмен Галилея! 16 Ҫавӑнта тӗттӗмре пурӑннӑ халӑх хӑватлӑ ҫутӑ курчӗ! Вилӗм ҫӗрӗнче, вилӗм тӗттӗмлӗхӗнче пурӑнакансемшӗн ҫутӑ килчӗ». 17 Ҫавӑнтан вара Иисус ӳкӗтлесе вӗрентме пуҫланӑ. «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ӳкӗнӗр!» – тесе вӗрентнӗ Вӑл.
Иисусӑн малтанхи вӗренекенӗсем
(Мк. 1:16-20; Лк. 5:1-11)
18 Пӗррехинче Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ. Ҫавӑн чухне Вӑл тинӗсе сӗреке-тетел пӑрахакан икӗ пӗртӑвана – Петр текен Симонпа унӑн шӑллӗне Андрея – курнӑ. Вӗсем пулӑҫӑсем пулнӑ. 19 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ман хыҫҫӑн пыракансем пулӑр, Эпӗ сире этем чунӗсене тытакансем тӑвӑп». 20 Вӗсем вара ҫав самантрах сӗреке-тетелӗсене хӑварса Ун хыҫҫӑн кайнӑ. 21 Пырсан-пырсан Вӑл тата икӗ пӗртӑвана – Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана – курнӑ. Вӗсем Зеведей ывӑлӗсем пулнӑ, ашшӗпе пӗрле кимӗ ҫинче сӗреке-тетелӗсене юсаса тӑнӑ, Иисус вӗсене те Хӑйпе пӗрле чӗннӗ. 22 Вӗсем вара ҫав самантрах киммине хӑварнӑ та, ашшӗнчен уйӑрӑлса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
Иисус Галилейӑра вӗрентни тата сыватни
(Лк. 6:17-19)
23 Иисус пӗтӗм Галилея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, халӑха тӗрлӗ чир-чӗртен, халсӑрлӑхран сыватнӑ. 24 Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ. 25 Унӑн хыҫӗнчен Галилейӑран, Вунхула ҫӗрӗнчен, Иерусалимран, Иудейӑран, Иордан леш енчи ҫӗрсенчен килнӗ темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ.
5Ту ҫинче вӗрентни. Телейлӗх пил-хушӑвӗсем
(Лк. 6:20-23)
1 Иисус, халӑх йышлӑн пухӑннине курсан, ту ҫине улӑхнӑ. Вӑл ларсан, вӗренекенӗсем Ун патне пуҫтарӑннӑ. 2 Иисус вӗсене ҫапла каласа вӗрентме пуҫланӑ: 3 «Чун-чӗм кӗлмӗҫисем телейлӗ, вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ. 4 Йӗрекенсем телейлӗ, вӗсем лӑпланӗҫ. 5 Йӑваш кӑмӑллисем телейлӗ, вӗсене ҫӗр тивӗ. 6 Тӳрӗлӗхе выҫӑхса ҫитнӗ пек, ӑш хыпса ҫитнӗ пек шыракансем телейлӗ: вӗсем тӑранӗҫ. 7 Хӗрхенме пӗлекенсем телейлӗ, вӗсене те хӗрхенӗҫ. 8 Таса чунлисем телейлӗ, вӗсем Турра курӗҫ. 9 Килӗшӳ кӳрекенсем телейлӗ, вӗсене Турӑ ывӑлӗсем тейӗҫ. 10 Тӳрӗлӗхшӗн хӗсӗрленине тӳсекенсем телейлӗ, вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ. 11 Сире Ман пирки хурласан, хӗсӗрлесен, сӑлтавсӑрах тӗрлӗ сӑлтав тупса усал сӑмахпа хӑртсан, эсир телейлӗ. 12 Ӗлӗк пурӑннӑ пророксене те ҫавнашкалах хӗсӗрленӗ. Ҫавӑнпа та савӑнса хӗпӗртӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ».
Тӗнче тӑварӗпе тӗнче ҫути
(Мк. 9:50; Лк. 14:34-35)
13 «Эсир – тӗнче тӑварӗ. Тӑвар хӑй хӑватне ҫухатсан, епле ӑна тӑварлӑ тӑвӑн? Вӑл ӗнтӗ ниме юрӑхсӑр, ӑна ҫын ури айӗнче таптанма кӑна кӑларса тӑкмалла. 14 Эсир – тӗнче ҫути. Ту ҫинче ларакан хула курӑнмасӑр юлмӗ. 15 Ҫутаткӑҫа та ҫутсан чӳлмекпе хупламаҫҫӗ; пӳртрисене пурне те ҫутӑ пултӑр тесе ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли ҫине вырнаҫтараҫҫӗ. 16 Ҫапла сирӗн ҫуттӑр та ҫынсем хушшинче ҫутаттӑр, вӗсем, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Ҫӳлти Аҫӑра мухтаччӑр».
Христос тата саккун
17 «Эпӗ пророксен сӑмахӗсене е Моисей саккунне пӑсма килнӗ тесе ан шухӑшлӑр. Эпӗ пӑсма килмен, туса ҫитерме килнӗ. 18 Чӑн калатӑп сире: ҫӗрпе пӗлӗт пӗтиччен, ҫырнинче калани пӗтӗмпех пурнӑҫланиччен саккунри пӗр сас палли те, пӗр йӗр те пӗтмӗ. 19 Кам ҫак ансат пил-хушусенчен пӗрне те пулин пӑсать, ҫынсене те ҫаплах тума вӗрентет, ҫавна Ҫӳлти Патшалӑхра кӗҫӗнни тейӗҫ. Кам пил-хушусене пурнӑҫлать, ҫынсене те ҫаплах тума вӗрентет, ҫавна Ҫӳлти Патшалӑхра асли тейӗҫ. 20 Калатӑп сире: сирӗн тӳрӗлӗхӗр фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисен тӳрӗлӗхӗнчен тӗрӗсрех пулмасан, эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр».
Ҫилӗ ҫинчен
21 «„Ан вӗлер, ҫынна вӗлерекен суда тивӗҫлӗ“, – тесе авалах каланине эсир илтнӗ. 22 Эпӗ вара сире калатӑп: хӑй тӑванне сӑлтавсӑр ҫилленекен кашни ҫынах суда тивӗҫлӗ. Кам хӑй тӑванне „ухмах“ тет, ҫав синедрион судне тивӗҫлӗ. Кам хӑй тӑванне „ирсӗр“ тет, ҫав тамӑк вутне тивӗҫлӗ. 23 Ҫапла вара, эсӗ Турра парне кӳмелли вырӑна пырсан, тӑвану сана кӳреннине аса илсен, 24 парнӳне унтах, парне вырӑнӗ умӗнчех, хурса хӑвар та тӑванупа кайса ҫураҫ. Вара тин тавӑрӑнса парнӳне кӳр. 25 Хупа судлашас текенпе ҫул ҫинчех ҫураҫ. Ахальлӗн вӑл сана судья аллине парӗ, судья сана тӗрмене хуптарма хуралҫӑ аллине парӗ. 26 Чӑн калатӑп сана: юлашки пусна парса хӑвармасӑр та унтан тухаймӑн».
Мӑшӑра улталани тата уйӑрӑлни ҫинчен
27 «„Мӑшӑрна ан ултала“, – тесе авалах каланине эсир илтнӗ ӗнтӗ. 28 Эпӗ вара сире калатӑп: хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кашни ҫын хӑйӗн чунӗнче мӑшӑрне улталать. 29 Сана сылтӑм куҫу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑлар та ывӑтса яр. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗн пӗр пайне пӗтерни саншӑн пӗтӗм ӳт-пӗве тамӑка пӑрахнинчен лайӑхрах. 30 Сана сылтӑм аллу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна кас та ывӑтса яр. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗн пӗр пайне пӗтерни саншӑн пӗтӗм ӳт-пӗве тамӑка пӑрахнинчен лайӑхрах.
31 „Кам хӑй арӑмне уйӑрса ярать, ҫавӑн арӑмне уйӑрӑлу хучӗ памалла“, – тенӗ тата авалах. 32 Эпӗ вара сире калатӑп: кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫпе айӑпа кӗмен ҫӗртех уйӑрса ярать, ҫав ӑна мӑшӑра улталас ҫул ҫине тӑратать. Уйӑрӑлнӑ хӗрарӑма качча илни те мӑшӑра улталаниех пулать».
Тупа тӑвасси ҫинчен
(Мф. 19:9; Мк. 10:11-12; Лк. 16:18)
33 «Тата эсир авалах каланӑ ҫак сӑмахсене те илтнӗ ӗнтӗ: „Тупа тунинчен ан ирт, Хуҫа Турӑ умӗнче тупа тунине пурнӑҫла“. 34 Эпӗ вара сире калатӑп: нимӗн ячӗпе те тупа ан ту. Пӗлӗтпе те тупа ан ту, вӑл Туррӑн престолӗ. 35 Ҫӗрпе те тупа ан ту, вӑл Турӑ ури айӗн кантармалӑхӗ. Иерусалимпа та тупа ан ту, вӑл аслӑ Патша хули. 36 Пуҫупа та тупа ан ту, эсӗ пӗр ҫӳҫ пӗрчин тӗсне те улӑштарма пултараймастӑн. 37 Сирӗн мӗн калани те ҫакӑ ҫеҫ пултӑр: „ҫапла, ҫапла“; „ҫук, ҫук“. Ҫак сӑмахсенчен ытлашшине вара шуйттан калаттарать».
Усала усалпа ан тавӑр
(Лк. 6:29-30)
38 «„Куҫшӑн – куҫ, шӑлшӑн – шӑл“, – тенине эсир илтнӗ ӗнтӗ. 39 Эпӗ вара сире калатӑп: усала усалпа ан тавӑр. Хӑвна сылтӑм енчен ҫупса яракана тепӗр енне ҫавӑрса пар. 40 Кам санпа судлашса кӗпӳне туртса илесшӗн, ӑна ҫиелти тумтирне те пар. 41 Кам сана хӑйпе пӗрле пӗр ҫухрӑм уттарать, унпа пӗрле иккӗ кай. 42 Хӑвӑнтан ыйтакана пар, кивҫен илес текенрен ан пӑрӑн».
Тӑшманӑрсене юратӑр
(Лк. 6:27-28, 32-36)
43 «„Хӑвна ҫывӑх ҫыннуна юрат, тӑшманна кураймасӑр тӑр“, – тенине эсир илтнӗ ӗнтӗ. 44 Эпӗ вара сире калатӑп: тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, хӑвӑра курайман ҫынсене ырӑ тӑвӑр , хӑвӑра кӳрентерекен тата хӗсӗрлекен ҫынсемшӗн кӗлтӑвӑр. 45 Вара эсир Ҫӳлти Аҫӑрӑн ачисем пулӑр. Вӑл Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне тӳрӗ пурӑнакансем ҫине те, тӳрӗ мар пурӑнакансем ҫине те ҫутарать. 46 Хӑвӑра савакансене кӑна юрататӑр пулсан, эсир сӑвапа тивӗҫлӗ-и-ха? Налук пухакансем те ҫаплах тумаҫҫӗ-им? 47 Хӑвӑр тӑванӑрсене анчах саламлатӑр пулсан, эсир кирлинчен ытла мӗнех тӑватӑр? Урӑх халӑх ҫыннисем те ҫаплах тумаҫҫӗ-им? 48 Ҫапла вара, Ҫӳлти Аҫӑр епле паха, эсир те ҫапла паха пулӑр».
6Чухӑнсене пулӑшасси ҫинчен
1 «Асӑрханӑр, чухӑнсене пулӑшас ӗҫе ҫынна кӑтартасшӑн ан тӑвӑр, унсӑрӑн сире Ҫӳлти Аҫӑртан сӑвап пулмӗ. 2 Хӑйсене ҫынсем мухтаччӑр тесе, икӗ питлисем синагогӑсемпе урамсенче шӑв-шав кӑларса чухӑнсене пулӑшанҫи тӑваҫҫӗ. Ӗнтӗ эсӗ вӗсем пек ан пул. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна. 3 Эсӗ вара чухӑнсене пулӑшнине ан палӑрт: сылтӑм аллу мӗн тунине сулахаййи ан пӗлтӗр. Вара вӑрттӑн тунине те куракан Аҫу сана уҫҫӑнах тавӑрса парӗ».
Кӗлтӑвасси ҫинчен
(Лк. 11:2-4)
5 «Турра кӗлтунӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек ан пул. Пурте курччӑр тесе, вӗсем синагогӑсенче, урам тӑваткалӗсенче тӑрса кӗлтума юратаҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна. 6 Эсӗ вара кӗлтунӑ чухне шалти пӳлӗме кӗр те, алӑкна хупса, курӑнми Аҫуна кӗлту. Вара вӑрттӑн тунине те куракан Аҫу сана уҫҫӑнах тавӑрса парӗ. 7 Кӗлтунӑ чухне тата урӑх халӑх ҫыннисем пек ытлашши ан калаҫ. Вӗсем вӑрӑм кӗлле туррисем илтӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 8 Ҫапла вара, вӗсем пек ан кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен сире мӗн кирлине Аҫӑр эсир Унран ыйтичченех пӗлсе тӑрать. 9 Эсир ҫапла кӗлтӑвӑр: „Эй, Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр; 10 Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр. 11 Паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире. 12 Эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене каҫарнӑ пек, пирӗн парӑмсене каҫар пире. 13 Ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире. Патшалӑх та, хӑват та, аслӑлӑх та ӗмӗрех Санӑн. Аминь“ . 14 Эсир ҫын айӑпӗсене каҫарсан, Ҫӳлти Аҫӑр та сире каҫарӗ. 15 Эсир ҫын айӑпӗсене каҫармасан, Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫармӗ».
Типӗ тытасси ҫинчен
16 «Типӗ тытнӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек салхуллӑ ан ҫӳрӗр. Вӗсем хӑйсем типӗ тытнине ҫынсене кӑтартасшӑн кулянӑҫлӑ сӑн-питпе ҫӳреҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна. 17 Эсӗ вара типӗ тытнӑ чухне ҫӳҫ-пуҫна тураса тирпейле те пит-куҫна ҫу. 18 Ҫакна эсӗ ху типӗ тытнине ҫынсене палӑртас мар тесе, курӑнми Аҫу анчах пӗлсе тӑтӑр тесе ту. Вара вӑрттӑн тунине те куракан Аҫу сана уҫҫӑнах тавӑрса парӗ».
Тӳпери пурлӑх ҫинчен
(Лк. 12:33-34)
19 «Ҫӗр ҫинче хӑвӑр валли мул ан пухӑр: кунта кӗве те ҫиет, тутӑхса та пӗтет, вӑрӑсем те ҫӗмӗрсе кӗрсе вӑрлаҫҫӗ. 20 Эсир хӑвӑр валли мул тӳпере пухӑр. Унта кӗве те ҫимест, тутӑхса та пӗтмест, вӑрӑсем те ҫӗмӗрсе кӗрсе вӑрламаҫҫӗ. 21 Мӗншӗн тесен пурлӑхӑр ӑҫта, чун-чӗрӗр те ҫавӑнтах пулӗ».
Куҫ – ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ
(Лк. 11:34-36; 16:13)
22 «Куҫ – ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ санӑн куҫу таса пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те ҫутӑ пулӗ. 23 Куҫу таса мар пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те тӗксӗм пулӗ. Ҫапла вара, санӑн ӑшунти ҫутту та тӗттӗм пулсан, чӑн тӗттӗмӳ еплерех-ши?
24 Никам та харӑсах икӗ хуҫа тарҫи пулаймасть, мӗншӗн тесен вӑл пӗр хуҫине кураймӗ, теприне юратӗ; е пӗриншӗн чунне парса тӑрӑшӗ, теприншӗн тӑрӑшмӗ. Эсир харӑсах Турӑ чури те, мул чури те пулаймӑр».
Ҫӳлти Аҫӑра шанӑр
(Лк. 12:22-34)
25 «Ҫавӑнпа та сире калатӑп: чуна усрамалӑх ӗҫме-ҫиме пирки те, кӗлеткене тӑхӑнмалӑх тумтир пирки те ан кулянӑр. Чун – апат-ҫимӗҫрен, кӗлетке – тумтиртен пахарах мар-им вара? 26 Вӗҫен кайӑксене сӑнӑр-ха: вӗсем тырӑ акса-вырса кӗлете пухса хумаҫҫӗ. Ҫӳлти Аҫӑр вӗсене тӑрантарать. Эсир вӗсенчен чылай пахарах мар-им вара? 27 Хӑй тӑрӑшнипе сирӗнтен хӑшӗ шит чухлӗ те пулин ӳсме пултарайӗ? 28 Тумтиршӗн те мӗншӗн кулянатӑр? Хирти чечексем епле ӳснине сӑнӑр-ха. Вӗсем тертленсе ҫип арламаҫҫӗ, 29 анчах та сире акӑ мӗн калатӑп: тем тери чаплӑ пулнӑ пулин те, Соломон патша пӗр хир чечекӗ чухлӗ те тумланайман. 30 Эй, ҫителӗксӗр ӗнененекенсем! Паян пур та ыран вута кӑна пӑрахмалли хирти курӑка та Турӑ ҫапла ҫи-пуҫ парать пулсан, сире тата ытларах памӗ-и? 31 Ҫапла вара, „мӗн ҫиес“, „мӗн ӗҫес“, „мӗн тӑхӑнас“ тесе ан кулянӑр. 32 Мӗншӗн тесен ҫавсемшӗн пуриншӗн те урӑх халӑх ҫыннисем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӑл япаласем пурте сире кирлине вара Ҫӳлти Аҫӑр ахалех пӗлсе тӑрать. 33 Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне, Унӑн тӳрӗлӗхне ӑнтӑлса шырӑр, ытти вара сирӗн пурте пулӗ. 34 Ҫапла ӗнтӗ ыранхи куншӑн ан кулянӑр, тӑрӑшмалли ыран та тупӑнӗ, кунсерен ӗҫ-пуҫ тупӑнсах пырать».
7Ыттисене ан айӑплӑр
(Лк. 6:37-38, 41-42)
1 «Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ. 2 Мӗншӗн тесен эсир ҫынсене мӗнле айӑплатӑр, хӑвӑра та ҫаплах айӑплӗҫ. Эсир ҫынсене мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫӗҫ. 3 Мӗншӗн эсӗ тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе куратӑн, хӑвӑн куҫунти пӗренене асӑрхамастӑн? 4 Хӑвӑн куҫунта пӗрене пулин те, епле-ха эсӗ тӑванна: „Куҫна кӗнӗ ҫӳппе кӑларса ярам-ха“, – тесе калама пултаратӑн? 5 Икӗ питлӗскер! Малтан хӑвӑн куҫунти пӗренене кӑлар, вара тин тӑванун куҫӗнчи ҫӳппе епле кӑлармаллине уҫӑмлӑн курӑн. 6 Сӑваплӑ япалана йытӑсене пӑрахса ан парӑр, хаклӑ ӗнчӗ шӑрҫана та сыснасем умне ан сапалӑр – вӗсем ӑна таптӗҫ кӑна, хӑвӑра туртса ҫурӗҫ».
Ылтӑн йӗрке
(Лк. 11:9-13)
7 «Ыйтӑр – вара сире парӗҫ, шырӑр – вара тупӑр, шаккӑр – вара сире уҫӗҫ. 8 Мӗншӗн тесен кашни ыйтакан илет, шыракан та тупать, шаккакана та уҫаҫҫӗ. 9 Сирӗн хушшӑрта ывӑлӗ ҫӑкӑр ыйтсан, ӑна чул паракан ҫын пур-и? 10 Е пулӑ ыйтсан, ҫӗлен паракан пур-и? 11 Енчен те эсир, усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене ырӑлӑхне паратех. 12 Ҫапла вара, ҫынсене хӑвӑрпа пур тӗлӗшӗнчен те мӗнле пултарас килет, вӗсемпе те ҫавнашкалах пулӑр. Ҫакӑ вӑл саккун тата пророксен сӑмахӗсен тӗшши пулать те».
Тӑвӑр хапха
(Лк. 13:24)
13 «Тӑвӑр хапхапа кӗрӗр, мӗншӗн тесен пӗтеслӗх хапхи аслӑ, ҫулӗ сарлака. Чылайӑшӗ ҫав ҫулпа пырать. 14 Чӗрӗлӗх хапхи вара тӑвӑр, ҫулӗ хӗсӗк. Ҫав ҫула тупаканӗ сахал».
Йывӑҫа ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ
(Лк. 6:43-44)
15 «Суя пророксенчен асӑрханӑр. Вӗсем сирӗн патӑра сурӑх тирӗ витӗнсе пыраҫҫӗ, анчах ӑшӗнче хӑйсем – тискер кашкӑрсем. 16 Вӗсене эсир ӗҫӗсенчен пӗлӗр. Пиҫен ҫинчен – иҫӗм ҫырли, куршанак ҫинчен смоква татни пур-и? 17 Ҫапла, лайӑх йывӑҫ ырӑ ҫимӗҫех парать, начар йывӑҫӑн ҫимӗҫӗ те япӑх. 18 Лайӑх йывӑҫ япӑх ҫимӗҫ тума пултараймасть, начар йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тума пултараймасть. 19 Ырӑ ҫимӗҫ кӳмен йывӑҫа касса вута пӑрахаҫҫӗ. 20 Ҫапла вара, суя пророксене ӗҫӗ-ҫимӗҫӗнчен пӗлӗр».
Эпӗ сире нихӑҫан та пӗлмен
(Лк. 13:25-27)
21 «Мана: „Эй, Хуҫамӑр, эй, Хуҫамӑр!“ – тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ. Унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурнӑҫлакан кӑна кӗрӗ. 22 „Эй, Хуҫамӑр, эй, Хуҫамӑр! Эпир Сан ятупа пророкла калаҫмарӑмӑр-им? Усалсене Сан ятупа хӑваласа кӑлармарӑмӑр-им? Сан ятупа тӗлӗнмелле ӗҫ нумай тумарӑмӑр-им?“ – тейӗ Мана чылайӑшӗ суд кунӗ ҫитсен. 23 Ун чухне Эпӗ вӗсене калӑп: „Эй, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем! Эпӗ сире нихӑҫан та пӗлмен, кайӑр Ман патӑмран!“»
Ҫурт лартакан икӗ ҫын ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Лк. 6:47-49)
24 «Ҫапла вара, Манӑн ҫак сӑмахсене итлекен, вӗсене пурнӑҫлакан кашни ҫыннах хӑйӗн ҫуртне чул ҫине лартнӑ ӑслӑ ҫынпа танлаштарӑп. 25 Акӑ ҫумӑр ҫуса ярать, юхан шыв ҫырантан тухать, ҫил-тӑвӑл пуҫланса каять. Хайхисем ҫав ҫурта пырса ҫапаҫҫӗ, анчах та чул ҫине лартнӑран вӑл ишӗлмест. 26 Манӑн ҫак сӑмахсене итлесе, вӗсене пурнӑҫламан кашни ҫыннах хӑйӗн ҫуртне хӑйӑр ҫине лартнӑ ӑссӑр ҫын евӗрлӗ. 27 Акӑ ҫумӑр ҫуса ярать, юхан шыв ҫырантан тухать, ҫил-тӑвӑл пуҫланса каять. Хайхисем ҫав ҫурта пырса ҫапаҫҫӗ те вӑл йӑтӑнса анать, вара ишӗлчӗк ҫеҫ тӑрса юлать».
28 Иисус ҫак сӑмахсене каласа пӗтерсен, халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. 29 Мӗншӗн тесен Вӑл саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем пек мар, Турӑ хӑват панӑ пек вӗрентнӗ.
8Иисус юхан-суранлӑ ҫынна сыватать
(Мк. 1:40-45; Лк. 5:12-16)
1 Иисус ту ҫинчен ансан, Ун хыҫӗнчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. 2 Сасартӑк Иисус патне пӗр юхан-суранлӑ ҫын ҫывхарнӑ та чӗркуҫленсе ларса ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Сыватас тесессӗн, Эсӗ мана сыватма пултаратӑнах». 3 Иисус аллине тӑсса ӑна сӗртӗннӗ те ҫапла каланӑ: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал». Ҫын вара ҫавӑнтах юхан-суранран тасалнӑ. 4 «Асту, сывални ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те».
Ҫӗрпӳ тарҫине сыватни
(Лк. 7:1-10; Ин. 4:43-54)
5 Иисус Капернаума ҫул тытнӑ. Хулана ҫитсен Ун патне пӗр ҫӗрпӳ пырса ҫапла тархасланӑ: 6 «Хуҫамӑр, килте ман тарҫӑм хускалайми асапланса вырӑнпах выртать». 7 «Эпӗ пырӑп, ӑна сыватӑп», – тавӑрса каланӑ Иисус. 8 Анчах та ҫӗрпӳ ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Сана хамӑн кил-ҫуртӑма чӗнсе кӗртме эпӗ тивӗҫлӗ мар. Эсӗ хуш кӑна, вара тарҫӑм сывалӗ. 9 Эпӗ аслисене пӑхӑнса тӑратӑп пулин те, манӑн хама пӑхӑнса тӑракан салтаксем те пур. Эпӗ вӗсенчен пӗрне: „Кай!“ – тесен, вӑл каять. Тепӗрне: „Кил!“ – тесен, вӑл пырать. Тарҫӑма та: „Ҫавна ту!“ – тесе хушсан, вӑл тӑвать». 10 Ҫакна илтсен Иисус тӗлӗнсех кайнӑ. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Вӑл Хӑй хыҫҫӑн пыракан халӑха, – кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ. 11 Сире акӑ мӗн калатӑп: ҫакнашкал ӗненекенсем хӗвел тухӑҫӗнчен те, хӗвел анӑҫӗнчен те нумаййӑн килӗҫ те Авраампа, Исаакпа, Иаковпа пӗрле Ҫӳлти Патшалӑх кӗрекине ларӗҫ. 12 Ҫӳлти Патшалӑхра пулма ҫуралнисене вара тулаш сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӗҫ; унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнӗ». 13 Унтан Иисус ҫӗрпӗве ҫапла каланӑ: «Каях, ху ӗненнӗ пек пултӑр сана». Тарҫи ҫав самантрах сывалнӑ вара.
Нумай ҫынна сыватни
(Мк. 1:29-34; Лк. 4:38-41)
14 Иисус, Петр килне пырсан, унӑн хунямӑшӗ сив чирпе выртнине курнӑ. 15 Иисус хӗрарӑмӑн аллине сӗртӗннӗ те унӑн чирӗ иртсе кайнӑ. Вара Петр хунямӑшӗ вырӑн ҫинчен тӑрса вӗсене хӑналама пуҫланӑ. 16 Каҫ пулсан Иисус патне усал ернӗ нумай ҫынна илсе пынӑ. Вӑл усал сывлӑшсене сӑмахӗпех хӑваласа кӑларнӑ, чирлисене пурне те сыватнӑ. 17 Ҫапла Турӑ Исаия пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ. Пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: «Вӑл пирӗн халсӑрлӑха тата чир-чӗре илсе кайрӗ».
Христос хыҫҫӑн пырасси ҫинчен
(Лк. 9:57-62)
18 Хӑй тавра халӑх пит нумай пухӑннине асӑрхасан вӗренекенӗсене Иисус кимӗпе тепӗр енне ишсе каҫма хушнӑ. 19 Ҫавӑн чухне Ун патне саккун вӗрентӳҫи пынӑ та ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эсӗ кирек ӑҫта кайсан та, эпӗ Сан хыҫӑнтан пыракан пулӑп». 20 «Тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн кӑна пуҫне хурса канмалӑх вырӑнӗ ҫук», – тенӗ вара ӑна Иисус. 21 Вӗренекенӗсенчен тепри Ӑна ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Ирӗк парсамччӗ: вилнӗ аттене кайса пытарам малтан». 22 Анчах Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ман хыҫӑмран пыракан пул, вилнӗ ҫыннисене вилӗмлисемех пытарччӑр».
Ҫил-тӑвӑла чарни
(Мк. 4:35-41; Лк. 8:22-25)
23 Иисус кимӗ ҫине ларсан вӗренекенӗсем те Унпа пӗрле ларнӑ. 24 Тинӗс ҫинче вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ, кимме путарасла хумсем ҫапа пуҫланӑ. Иисус ҫав вӑхӑтра ҫывӑрнӑ пулнӑ. 25 Вӗренекенӗсем Иисуса пырса вӑратнӑ та: «Эй, Хуҫамӑр, ҫӑл пире, пӗтетпӗр», – тенӗ. 26 «Эй, ҫителӗксӗр ӗненекенсем! Мӗншӗн эсир ҫав териех хӑравҫӑ?» – тенӗ вӗсене Иисус. Унтан Вӑл, тӑрса, ҫиле те, тинӗсе те лӑпланма хушнӑ, вара ҫанталӑк шӑпах пулнӑ. 27 «Ҫиле те, тинӗсе те итлеттерме пултараканскер, Кам пулчӗ-ши Ку?» – тенӗ вара ҫынсем тӗлӗнсе.
Усал ернӗ икӗ ҫынна сыватни
(Мк. 5:1-20; Лк. 8:26-39)
28 Иисус тинӗс леш енне, Гергеса ҫӗрне ишсе каҫнӑ. Унта Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхсенчен тухнӑ, усал ернӗ икӗ ҫын тӗл пулнӑ. Вӗсем питӗ тискерленсе кайнӑран ҫав ҫулпа никам та ҫӳреймен. 29 Иисуса курсанах вӗсем кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур? Эсӗ пире кунта вӑхӑт ҫитичченех асаплантарма килтӗн». 30 Вӗсенчен аяккарахра пӗр пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ. 31 Усалсем Иисуса: «Эсӗ пире хӑваласа кӑларатӑн пулсан, кӗтӳри сыснасем ӑшне кӗме хушсам», – тесе йӑлӑннӑ. 32 «Кайӑрах», – тенӗ вара Вӑл усалсене. Вӗсем, тухса, сыснасем ӑшне кӗнӗ. Ҫавӑнтах пӗтӗм сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫырантан тинӗсе сикнӗ те путса вилнӗ. 33 Сысна пӑхакансем вара хулана чупнӑ, ҫитсессӗн, мӗн-мӗн пулса иртнине, усал ернӗ ҫынсене мӗн пулнине те каласа кӑтартнӑ. 34 Вара пӗтӗм хула халӑхӗ Иисуса хирӗҫ тухнӑ. Ӑна курсан хӑйсен ҫӗрӗ-шывӗнчен кайма йӑлӑннӑ.
9Паралич ҫапнӑ ҫынна сыватни
(Мк. 2:1-12; Лк. 5:17-26)
1 Унтан Иисус кимӗ ҫине ларса каялла ишсе каҫнӑ та Хӑй пурӑнакан хулана тавӑрӑннӑ. 2 Ун патне паралич ҫапнӑ пӗр ҫынна хӑй выртакан вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ. Иисус вӗсен ӗненӗвне курнӑ та паралич ҫапнӑ ҫынна: «Хӑюллӑрах пул, ачам! Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ», – тенӗ. 3 «Вӑл Турра хурлать», – тесе шухӑшланӑ ҫавӑн чухне хӑш-пӗр саккун вӗрентӳҫисем. 4 Иисус, вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе тӑрса: «Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ырӑ мара шухӑшлатӑр? – тенӗ. 5 – Мӗн калама ҫӑмӑлтарах: „Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ“ теме е: „Тӑр та утса ҫӳре“ теме? 6 Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сире пӗлтерессӗм килет». Ҫавна пӗлтерес тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна: «Тӑр та сарнӑ вырӑнна илсе киле кай» – тенӗ. 7 Лешӗ тӑнӑ та вырӑнне илсе килне кайнӑ. 8 Халӑх вара, ҫакна курсан, питӗ тӗлӗннӗ, этеме ҫавнашкал вӑй-хӑват панӑ Турра мухтанӑ.
Матфея чӗнни
(Мк. 2:13-17; Лк. 5:27-32)
9 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус налук пухмалли ҫурт умӗпе иртсе пынӑ. Вӑл унта ларакан Матфей ятлӑ ҫынна курнӑ та ӑна: «Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ. Вара лешӗ тӑнӑ та Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. 10 Пӗррехинче Иисуспа Унӑн вӗренекенӗсем пӗр пӳртре апат ҫинӗ. Ҫавӑн чухне налук пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем нумайӑшӗ пынӑ та вӗсемпе пӗрле ӗҫсе ҫинӗ. 11 «Мӗншӗн-ха сирӗн Вӗрентекенӗр налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет?» – тенӗ ҫакна курсан фарисейсем Унӑн вӗренекенӗсене. 12 Ҫак сӑмахсене илтсен Иисус фарисейсене ҫапла каланӑ: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ. 13 „Ҫынсем парне кӳни мар, ырӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ Мана“, – тенӗ вӗт Ҫырнинче. Кайӑр та ҫакӑ мӗне пӗлтернине ӑнкарса илме тӑрӑшӑр. Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ».
Типӗ тытасси ҫинчен ыйтни
(Мк. 2:18-22; Лк. 5:33-39)
14 Ҫавӑн чухне Ун патне Иоанӑн вӗренекенӗсем пынӑ те ҫапла ыйнӑ: «Фарисейсем те, эпир те нумай типӗ тытатпӑр, Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн типӗ тытмаҫҫӗ?» 15 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Туй ачисем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне кулянӗҫ-и? Анчах та акӑ вӗсенчен кӗрӳ каччӑна туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫавӑн чухне вӗсем типӗ тытӗҫ. 16 Никам та кивӗ тумтир ҫине ҫӗнӗ пир саплӑк лартмасть. Апла тусан ҫӗнӗ саплӑкӗ кивӗ пирне тӑпӑлтарса кӑларӗ, ҫӗтӗкӗ вара татах пысӑкланӗ. 17 Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа тултармаҫҫӗ. Апла тусан хутаҫӗ ҫурӑлса каять те, эрехӗ те юхса тухать, хутаҫӗ те сая каять. Ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултараҫҫӗ, вара иккӗшӗ те упранса юлаҫҫӗ».
Иаир хӗрне чӗртни тата юн каякан хӗрарӑма сыватни
(Мк. 5:21-43; Лк. 8:40-56)
18 Иисус вӗсене ҫак сӑмахсене каланӑ чухне пӗр пуҫлӑх Ун патне пынӑ та пуҫҫапсах каланӑ: «Хӗрӗм вилесле выртать, Эсӗ пырса ун ҫине аллуна хурсам, вара вӑл чӗрӗлӗччӗ». 19 Иисус тӑнӑ та вӗренекенӗсемпе пӗрле ун хыҫҫӑн утнӑ. 20 Ҫавӑн чухне юн кайнипе вун икӗ ҫул асапланакан пӗр хӗрарӑм хыҫалтан пынӑ та Унӑн тумтир аркине сӗртӗннӗ. 21 «Унӑн тумтирне сӗртӗнсенех сывалӑттӑм», – тесе шухӑшланӑ вӑл хӑй ӑшӗнче. 22 Иисус ҫавӑрӑннӑ та ӑна асӑрхаса ҫапла каланӑ: «Хӑюллӑ пул, хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана». Хӗрарӑм вара ҫав самантрах сывалнӑ. 23 Унтан Иисус пуҫлӑх килне кайнӑ. Пӳрте кӗрсен Вӑл хӑйсен йӑлипе виле ҫинче кӗвӗ калакансене, ним тума аптӑранӑ ҫынсене курнӑ. 24 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Тухӑр-ха кунтан, хӗр ача вилмен, вӑл ҫывӑрать кӑна». Ҫакна илтсен Иисусран кулма пуҫланӑ. 25 Халӑха кӑларсан Вӑл пӳлӗме кӗнӗ те хӗре аллинчен тытнӑ, вара хӗр тӑнӑ. 26 Ҫак ӗҫ пирки йӗри-таврах хыпар сарӑлнӑ.
Икӗ суккӑра тата чӗлхесӗр ҫынна сыватни
27 Иисус унтан кайнӑ чух икӗ суккӑр ҫын Ун хыҫҫӑн: «Эй, Давид йӑхӗнчи Иисус, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑра-кӑшкӑра пынӑ. 28 Иисус пӗр пӳрте кӗрсен, суккӑрсем те Ун хыҫҫӑн кӗнӗ. «Эсир ыйтнине Эпӗ тума пултарасса ӗненетӗр-и эсир?» – тенӗ вӗсене Иисус. «Ӗненетпӗр, Хуҫамӑр!» – тенӗ Ӑна вӗсем. 29 Унтан Вӑл суккӑрсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр ӗненнӗ пек пултӑр». 30 Вара вӗсем куракан пулнӑ. «Астӑвӑр, кун ҫинчен никам та ан пӗлтӗр», – тенӗ хытарсах вӗсене Иисус. 31 Анчах та тухса кайсанах вӗсем ҫав таврара пур ҫӗрте те Ун ҫинчен калаҫса ҫӳренӗ.
32 Вӗсем тухса кайнӑ чух Иисус патне усал ернӗ чӗлхесӗр ҫынна илсе пынӑ. 33 Усалне хӑваласа кӑларсан чӗлхесӗр ҫын калаҫа пуҫланӑ. «Израильте кунашкалли нихӑҫан та пулманччӗ», – тесе калаҫнӑ халӑх тӗлӗнсе. 34 Фарисейсем кӑна ҫапла каланӑ: «Усалсене Вӑл усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать».
Вырмалли нумай та, выраканӗ сахал
35 Иисус мӗн пур хуласемпе ялсем тӑрӑх унти синагогӑсенче вӗрентсе, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, тӗрлӗ чир-чӗртен тата тӗрлӗ халсӑрлӑхран сыватса ҫӳренӗ. 36 Ушкӑн-ушкӑн халӑха курсан Иисус вӗсене хӗрхеннӗ: арпашса та саланса кайнӑ ҫынсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пекех пулнӑ. 37 Вара Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Вырмалли нумай та, выраканӗ сахал. 38 Ҫапла ӗнтӗ, ани ҫине выраканӗсене ятӑр тесе, ана Хуҫине йӑлӑнӑр».
10Вун икӗ апостол
(Мк. 3:13-19; 6:7-13; Лк. 6:12-16; 9:1-6)
1 Унтан Иисус Хӑйӗн вун икӗ вӗренекенне чӗнсе илнӗ. Вӑл вӗренекенӗсене, усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларччӑр тесе, вӗсене пӑхӑнтарма, тӗрлӗ чир-чӗртен, тӗрлӗ халсӑрлӑхран сыватма хӑват панӑ. 2 Вун икӗ апостолӑн ячӗсем ҫаксем: пирвайхи – Петр текен Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Зеведей Иаковӗпе унӑн шӑллӗ Иоанн, 3 Филипп, Варфоломей, Фома, налук пухакан Матфей, Алфей Иаковӗпе Фаддей текен Леввей, 4 Симон Кананит тата Иуда Искариот. Ҫакӑ вара Ӑна сутаканни пулнӑ.
5 Ҫак вун икӗ вӗренекенне Иисус ҫапла каласа вӗрентсе янӑ: «Иудейсем пурӑнман ҫӗрсене ан кайӑр, Самари хулине те ан кӗрӗр. 6 Чи малтан Израиль халӑхӗ патне кайӑр, вӗсем ӗнтӗ ҫӗтсе кайнӑ сурӑхсем пекех. 7 Ҫӳренӗ чухне вара: „Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ“, – тесе ӳкӗтлесе вӗрентӗр. 8 Чирлисене сыватӑр, юхан-суранлисене тасатӑр, вилнисене чӗртӗр, усалсене хӑваласа кӑларӑр. Тӳлевсӗр илтӗр, тӳлевсӗрех парӑр. 9 Хӑвӑрпа пӗрле укҫа таврашӗ ан илӗр: ылтӑннине те, кӗмӗллине те, пӑхӑррине те; 10 Ҫул ҫине хутаҫ та, тепӗр кӗпепе пушмак та, туя та ан илӗр. Ӗҫлекене мӗн кирлине пама тивӗҫлӗ. 11 Мӗнле те пулин хулана е яла ҫитсен унта кам шанчӑклине ыйтса пӗлӗр те кайичченех ун патӗнче пурӑнӑр. 12 Пӳрте кӗрсен ырӑ сунса: „Ҫак кил-ҫурта канӑҫлӑх пултӑр!“ – тесе саламлӑр. 13 Тивӗҫлӗ кил-ҫурт пулсан канӑҫлӑхӑр ун ҫине анӗ, тивӗҫсӗр пулсан эсир ырӑ сунни хӑвӑрах тавӑрӑнӗ. 14 Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сӑмахӑра та итлемесен, ҫав кил-ҫуртран е хуларан тухса кайнӑ чухне эсир пушмакӑр ҫумӗнчи тусана та силлесех хӑварӑр. 15 Чӑн калатӑп сире: суд кунӗнче Содомпа Гоморра ҫӗрне ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ».
Ҫитес хӗсӗрлевсем
(Мк. 13:9-13; Лк. 21:12-17)
16 «Акӑ Эпӗ сире кашкӑрсем хушшине сурӑхсене янӑ пек яратӑп. Ӗнтӗ эсир ҫӗлен пек вичкӗн ӑслӑ, кӑвакарчӑн пек йӑваш пулӑр. 17 Ҫынсенчен сыхланӑр, мӗншӗн тесен вӗсем сире судпа айӑплама тытса парӗҫ, хӑйсен синагогисенче хӗнӗҫ. 18 Вара сире Мана пула пуҫлӑхсемпе патшасем патне илсе кайӗҫ. Вӗсем умӗнче тата урӑх халӑх ҫыннисем умӗнче сирӗн Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермелле пулӗ. 19 Сире суда тытса парсан мӗн каласси, мӗнле каласси пирки ан кулянӑр, сирӗн калас сӑмахӑр ҫав самантра чӗлхе ҫинчех пулӗ. 20 Мӗншӗн тесен эсир хӑвӑр мар, сирӗнти Аҫӑр Сывлӑшӗ мӗн каламаллине калаттарӗ. 21 Тӑванӗ – тӑванне, ашшӗ ачине вӗлерме тытса парӗ. Ачисем вара ашшӗ-амӑшне хирӗҫ кайӗҫ, вӗсене вилӗм кӳрӗҫ. 22 Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ. 23 Сире пӗр хулара хӗсӗрлесен эсир тепӗр хулана тарӑр. Чӑн калатӑп сире: эсир Израилӗн пур хулисене те ҫитме ӗлкӗриччен Этем Ывӑлӗ килӗ.
24 Вӗренекен вӗрентекенӗнчен аслӑ мар, тарҫӑ та хуҫинчен аслӑ мар. 25 Вӗренекенӗ вӗрентекен пек пулсан, тарҫи хуҫи пек пулсан ҫитет вара. Кил хуҫине Веельзевул терӗҫ пулсан, унӑн кил-йышӗ пирки пушшех те ҫапла каламӗҫ-и?»
Камран хӑрамалла
(Лк. 12:2-7)
26 «Ҫапла вара, хӑвӑра хирӗҫ ҫынсенчен ан хӑрӑр: пытарса хӑварни те ҫиеле тухатех, вӑрттӑнни те паллӑ пулатех. 27 Эпӗ сире тӗттӗмре каланине эсир ҫутӑра калӑр, хӑлхаран каланине ял илтмелле пӗлтерӗр. 28 Ӳт-пӗве пӗтерекенсенчен ан хӑрӑр, вӗсем чуна пӗтереймӗҫ. Хӑрасса вара ӳт-пӗве те, чуна та тамӑкра пӗтерме пултараканран хӑрӑр. 29 Икӗ пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑка пӗр ассарийлӗхе сутмаҫҫӗ-и? Ҫапах вӗсенчен пӗри те Ҫӳлти Аҫӑр ирӗкӗсӗр ҫӗре ӳкмест. 30 Сирӗн пуҫӑр ҫинчи ҫӳҫ пӗрчисем те пӗтӗмпех шутра. 31 Ҫавӑнпа та ан хӑрӑр: эсир, паллах, пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑк йышӗнчен хаклӑрах.
32 Ҫапла вара, кам та кам халӑх умӗнче Мана ӗненнине пӗлтерет, Эпӗ те Ҫӳлти Аттем умӗнче ҫав ҫын ҫинчен пӗлтерӗп. 33 Кам халӑх умӗнче Манран тунать, Эпӗ те Ҫӳлти Аттем умӗнче унран тунӑп».
Эпӗ канӑҫлӑх мар, хӗҫ кӳме килнӗ
(Лк. 12:51-53; 14:26-27)
34 «Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх кӳме килнӗ тесе ан шухӑшлӑр. Эпӗ канӑҫлӑх мар, хӗҫ кӳме килнӗ. 35 Эпӗ ывӑлне – ашшӗнчен, хӗрне – амӑшӗнчен, кинне – хунямӑшӗнчен уйӑрма килтӗм. 36 Ҫыншӑн хӑйӗн кил-йышӗсемех тӑшман пулӗҫ. 37 Ашшӗне е амӑшне Мана юратнинчен те ытларах юратакан Мана тивӗҫлӗ мар. Ывӑлне е хӗрне Мана юратнинчен те ытларах юратакан та Мана тивӗҫлӗ мар. 38 Кам хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫав Мана тивӗҫлӗ мар. 39 Хӑйӗн пурӑнӑҫне упраса хӑваракан ӑна ҫухатӗ. Хӑйӗн пурӑнӑҫне Мана халалласа ҫухатакан ӑна упраса хӑварӗ».
Илес сӑвап
(Мк. 9:41)
40 «Сире йышӑнакан Мана та хапӑл тӑвать. Мана хапӑл тӑвакан Мана кунта Яракана та йышӑнать. 41 Пророка пророк пулнишӗн хапӑл тӑвакан пророкпа танах сӑвап илӗ. Тӳрӗлӗхлӗ ҫынна тӳрӗ пурӑннишӗн хапӑл тӑвакан та тӳрӗлӗхлӗ ҫынпа танах сӑвап илӗ. 42 Чӑн калатӑп сире: кам ҫак кӗҫӗннисенчен пӗрне Ман вӗренекенӗм пулнӑшӑн пӗр курка та пулин сивӗ шыв ӗҫтерет, вӑл илес сӑвапне ҫухатмӗ».
111 Хӑйӗн вун икӗ вӗренекенне ӑс парса каланӑ хыҫҫӑн Иисус, ҫав хуларан тухса, вӗрентме тата ӳкӗтлеме ытти хуласене кайнӑ.
Иоанӑн вӗренекенӗсем тата Иисус
(Лк. 7:18-35)
2 Иоанн вара тӗрмере ларнӑ чух Христос ӗҫӗсем ҫинчен илтнӗ те хӑйӗн икӗ вӗренекенне: 3 «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?» – тесе ыйтма Иисус патне янӑ. 4 Иисус вӗсене хуравланӑ: «Мӗн курни-илтнине Иоана кайса каласа кӑтартӑр: 5 суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, юхан-суранлисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтекен пулаҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, чухӑннисем хушшинче Ырӑ Хыпар сарӑлать. 6 Ман пирки иккӗленмен ҫын телейлӗ».
7 Вӗсем кайсассӑн Иисус халӑха Иоанн ҫинчен кала пуҫланӑ: «Эсир пуш хире мӗн курма кайрӑр? Ҫилпе хумханса ларакан хӑмӑша-и? 8 Мӗн курма кайрӑр вара эсир? Капӑр тумтирлӗ ҫынна курма-и? Анчах та капӑр тумтир тӑхӑннӑ ҫынсем патша ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ. 9 Мӗн курма кайрӑр-ха эппин? Пророка курма-и? Ҫапла, калатӑп сире, вӑл пророкран та аслӑ. 10 „Акӑ Эпӗ Сан умӑнтан хыпарҫӑма яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ“, – тенӗ Ҫырнинче. Вӑл шӑпах ҫавӑ. 11 Чӑн калатӑп сире: этем йӑхӗнче Шыва кӗртекен Иоанран аслӑраххи пулман, анчах та Ҫӳлти Патшалӑхри чи кӗҫӗнни те унран аслӑ. 12 Шыва кӗртекен Иоанран пуҫласа паян кунчченех Ҫӳлти Патшалӑха тӑрӑшулӑхпа илеҫҫӗ, пит тӑрӑшакансем ӑна тупаҫҫӗ. 13 Мӗншӗн тесен Иоанн киличчен мӗн пур пророкла каланисене тата Моисей саккунне пӗлтернӗ ӗнтӗ. 14 Эсир ҫак шухӑшӑма йышӑнма хатӗр пулсан, калам: Иоанн вӑл – килмелле тенӗ Илия. 15 Илтме хӑлха пурри илттӗр!
16 Кампа танлаштарам-ши ҫак ӑру ҫыннисене? Вӗсем урамра ларакан ачасем евӗрлӗ, вӗсем хӑйсен юлташӗсене ҫапла калаҫҫӗ: 17 „Эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр – эсир ташламарӑр, эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑ юрларӑмӑр – эсир йӗмерӗр“. 18 Акӑ Иоанн килчӗ те – типӗ тытать, эрех таврашӗ ӗҫмест. „Усал ернӗ ӑна“, – теҫҫӗ ҫынсем. 19 Этем Ывӑлӗ килчӗ те – ҫиет те, ӗҫет те. „Ку ҫын ҫиме те, хӗрлӗ эрех ӗҫме те юратать, налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“, – теҫҫӗ ҫавсемех. Анчах та Турӑ ӑслӑлӑхне ачисем тӳрре кӑларчӗҫ ӗнтӗ».
Ӳкӗнмен хуласене хуйхӑ пулӗ
(Лк. 10:13-15)
20 Унтан Иисус Хӑй нумайрах хӑват кӑтартнӑ хуласене ӳкӗнменшӗн ӳпкелеме тытӑннӑ: 21 «Хуйхӑ пулӗ сана, Хоразин! Хуйхӑ пулӗ сана, Вифсаида! Эсир курнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсан, вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, хурланса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ. 22 Калатӑп сире: суд кунӗнче Тирпа Сидон хулисене сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ. 23 Эсӗ те, хӑвна тӳпе таранах мӑнна хуракан Капернаум хули, тамӑк тӗпнех анса кайӑн. Сан урамусенче кӑтартнӑ хӑватсене Содомра кӑтартнӑ пулсан вӑл паянхи кунчченех ларнӑ пулӗччӗ. 24 Ҫапах та калатӑп сире: суд кунӗнче Содом ҫӗрне санран ҫӑмӑлтарах пулӗ».
Ман патӑма килӗр те канлӗх илӗр
(Лк. 10:21-22)
25 Ҫавӑн чухне Иисус, сӑмахне малалла тӑсса, ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем, ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи! Эсӗ ҫакна ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пӗлмелле тунӑшӑн Сана мухтатӑп. 26 Ҫапла, Аттем! Санӑн ырӑ ирӗкӳ ҫавнашкал пулнӑ. 27 Аттем Мана йӑлтах панӑ. Ашшӗсӗр пуҫне Ывӑлне никам та пӗлмест. Ашшӗне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ пӗлтерес тесен анчах пӗлӗҫ. 28 Эй, эсир, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем! Пурте Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире канлӗх парӑп. 29 Эпӗ йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑллӑ, ҫавӑнпа Ман туртам хушшине тӑрӑр, Манран тӗслӗх илӗр, вара канлӗхӗре тупӑр. 30 Мӗншӗн тесен Ман лава туртма ырӑ, Ман ҫӗклемӗм ҫӑмӑл».
12Христос тата шӑмат кун
(Мк. 2:23-28; Лк. 6:1-5)
1 Нумаях та вӑхӑт иртмен, пӗр шӑмат кун Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ. Вӗренекенӗсен ҫиесси килнӗ те вӗсем пучахсене тата-тата илсе тырӑ пӗрчисене ҫиме пуҫланӑ. 2 Фарисейсем ҫакна курнӑ та Иисуса каланӑ: «Акӑ Санӑн вӗренекенӳсем шӑмат кун тума юраманнине тӑваҫҫӗ». 3 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Пӗррехинче, Давид хӑй тата унпа пӗрле пулнисем выҫӑпа аптӑрасан, вӑл мӗн тунине вуламан-им эсир? 4 Епле вӑл, кӗлӗ ҫуртне кӗрсе, Турра халалланӑ ҫӑкӑрсене ҫинӗ. Ҫав ҫӑкӑрсене унӑн хӑйӗн те, унпа пӗрле пулнисен те ҫиме юраман вӗт-ха, вӗсене пӗртен-пӗр священниксем кӑна ҫиме пултарнӑ. 5 Е тата шӑмат кунсенче священниксем Турӑ ҫуртӗнче шӑмат кун тума хушман ӗҫсене тӑваҫҫӗ пулин те, вӗсем айӑплӑ мар тенине эсир саккунра вуламан-им? 6 Анчах та калатӑп сире: халӗ ҫакӑнта Турӑ ҫуртӗнчен те Аслӑраххи пур. 7 Ҫырнинче: „Ҫынсем парне кӳни мар, ырӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ Мана“, – тенине ӑнланса илнӗ пулсан эсир ҫак айӑпсӑр ҫынсене айӑпламӑттӑр, 8 мӗншӗн тесен Эпӗ, Этем Ывӑлӗ, – шӑмат кун хуҫи те».
Иисус алли типнӗ ҫынна сыватать
(Мк. 3:1-6; Лк. 6:6-11)
9 Ҫавӑнтан кайсан Иисус унти пӗр синагогӑна кӗнӗ. 10 Унта алли типнӗ ҫын пулнӑ. Иисуса айӑплама сӑлтав тупас тесе синагогӑрисем Унран: «Шӑмат кун чиртен сыватма юрать-и?» – тесе ыйтнӑ. 11 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Хӑйӗн пӗртен-пӗр сурӑхӗ шӑмат кун шӑтӑка кӗрсе ӳксен, сирӗнтен кам ӑна туртса кӑлармӗ? 12 Этем сурӑхран мӗн чухлӗ пахарах! Ҫапла вара, шӑмат кун ырӑ ӗҫ тума юрать». 13 «Аллуна тӑс-ха», – тенӗ унтан Иисус ҫав ҫынна. Лешӗ тӑснӑ та, алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ. 14 Фарисейсем вара синагогӑран тухсанах Ӑна вӗлерме кавар тунӑ. Анчах та Иисус, ҫавна пӗлсе, унтан кайнӑ.
Суйласа илнӗ Ачам
15 Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, Иисус пурне те сыватнӑ. 16 Вӗсене Иисус Хӑй ҫинчен каласа ҫӳреме хушман. 17 Вӑл ҫапла Исаия пророк урлӑ Турӑ каланӑ ҫак сӑмахсем пурнӑҫланччӑр тесе тунӑ: 18 «Акӑ Манӑн суйласа илнӗ, Манӑн юратнӑ, чунӑм савнӑ Ачам. Эпӗ Ун ҫине Хам Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл мӗн пур халӑхсене тӗрӗслӗхе пӗлтерӗ. 19 Вӑл тавлашса, кӑшкӑрашса ҫӳремӗ, никам та Ун сассине урамра илтеймӗ. 20 Тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑлариччен Вӑл хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, сӳне пуҫланӑ ҫутаткӑҫа та сӳнтермӗ. 21 Вӑл пур халӑхшӑн та шанчӑк пулса тӑрӗ».
Усалсене Иисус мӗнле хӑватпа хӑваласа кӑларать?
(Мк. 3:20-30; Лк. 11:14-23; 12:10)
22 Унтан Иисус патне усал ернӗ суккӑр тата чӗлхесӗр ҫынна ҫавӑтса пынӑ. Иисус ӑна сыватнӑ, ҫапла вара суккӑр тата чӗлхесӗр ҫын калаҫма та, курма та пуҫланӑ. 23 Иисус мӗн тунине курсан пӗтӗм халӑх тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. «Ҫакӑ Давид йӑхӗнчен Суйласа илни мар-и?» – тесе ыйтнӑ ҫынсем. 24 Ҫавна илтсен фарисейсем вара ҫапла каланӑ: «Усалсене Вӑл урӑх нимӗнле хӑватпа та мар, усалсен пуҫлӑхӗн, Веельзевулӑн, хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать». 25 Иисус, фарисейсен шухӑшӗсене пӗлсе, вӗсене ҫапла каланӑ: «Кирек мӗнле патшалӑх та хирӗҫсе-пайланса кайсан пушанса юлать; кирек мӗнле хула та, кил-йыш та хирӗҫсе-пайланса кайсан арканать. 26 Ҫавнашкалах, шуйттан шуйттана хӑваласа кӑларать пулсан, эппин вӑл хӑйпе хӑй хирӗҫет. Апла пулсан, унӑн патшалӑхӗ епле тытӑнса тӑрайтӑр? 27 Эпӗ усалсене Веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, апла сирӗн халӑх ывӑлӗсем кам хӑвачӗпе хӑваласа кӑлараҫҫӗ? Ҫавӑнпа сире суд тӑвакансем те вӗсемех пулӗҫ. 28 Эпӗ усалсене Турӑ Сывлӑшӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, эппин, паллах, сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ пулать. 29 Е тата, вӑйлӑ ҫынна малтанах ҫыхса пӑрахмасан, кам унӑн ҫуртне кӗрсе япалисене ҫаратса тухма пултарӗ-ха? Паллах, ҫыхса пӑрахсан тин унӑн ҫуртне ҫаратайӗ. 30 Кам Ман майлӑ мар, ҫав Мана хирӗҫ; кам Манпа пухмасть, ҫав салатса пӗтерет. 31 Ҫавӑнпа калатӑп сире: этемсен кирек епле ҫылӑхӗ те, хурлани те каҫарӑнӗ, анчах та Святой Сывлӑша хурлани каҫарӑнмӗ. 32 Этем Ывӑлне хирӗҫ сӑмах калакана каҫарӗҫ, Святой Сывлӑша хирӗҫ калакана вара кунти пурӑнӑҫра та, лери пурӑнӑҫра та каҫармӗҫ».
Йывӑҫпа ҫимӗҫӗ ҫинчен
(Лк. 6:43-45)
33 «Йывӑҫне аван тетӗр пулсан ҫимӗҫне те аван тейӗр; йывӑҫне начар тетӗр пулсан ҫимӗҫне те начар тейӗр – йывӑҫа ҫимӗҫне кура хаклаҫҫӗ. 34 Эй, ҫӗлен ҫурисем! Хӑвӑр усал пулсассӑн епле-ха эсир ырри ҫинчен калаҫма пултаратӑр? Этемӗн чӗри мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать. 35 Ырӑ ҫыннӑн ырӑ кӑмӑлӗнчен ырри тухать, усал ҫыннӑн усал кӑмӑлӗнчен усалли тухать. 36 Ҫавӑнпа та калатӑп сире: асӑрханмасӑр каланӑ кашни сӑмахшӑн суд кунӗнче ҫынсен явап тытмалла пулӗ. 37 Мӗншӗн тесен каланӑ сӑмахна кура Турӑ сана е тӳрре кӑларӗ, е айӑплӗ».
Хӑват кӑтартма ыйтни
(Мк. 8:11-12; Лк. 11:29-32)
38 Ҫавӑн хыҫҫӑн хӑш-пӗр саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Иисуса: «Вӗрентекен! Эпир Эсӗ хӑват кӑтартма пултарнине курасшӑн», – тенӗ. 39 Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Усал та пӑсӑк ӑру хӑватшӑн антӑхать, анчах та Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна нимӗнле хӑват та пулмӗ. 40 Иона кит ӑшӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулнӑ пек, Этем Ывӑлӗ те ҫӗр айӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулӗ. 41 Суд кунӗ ҫитсен Ниневи ҫыннисем ҫак ӑрупа пӗрле чӗрӗлсе тӑрӗҫ те ӑна айӑплӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем Иона ӳкӗтленине илтсен ӳкӗннӗ пулнӑ. Акӑ халӗ кунта Ионӑран та Аслӑраххи пур. 42 Суд кунӗ ҫитсен кӑнтӑр енчи ҫӗр-шыври хӗрарӑм патша ҫак ӑрупа пӗрле чӗрӗлсе тӑрӗ те ӑна айӑплӗ, мӗншӗн тесен вӑл Соломон ӑслӑлӑхне итлеме тӗнче хӗрринченех килнӗ пулнӑ. Акӑ халӗ кунта Соломонран та Аслӑраххи пур».
Усал сывлӑш тавӑрӑнасси ҫинчен
(Лк. 11:24-36)
43 «Ҫын ӑшӗнчен тухсан усал сывлӑш канлӗх шыраса шывсӑр вырӑнсенче ҫапкаланса ҫӳрет, анчах тупаймасть. 44 Вара вӑл ҫапла шухӑшлать: „Хам тухнӑ ҫуртӑма каялла тавӑрӑнам-ха“. Тавӑрӑнсассӑн пушӑ, тирпейлесе тасатнӑ ҫурт курать. 45 Вара вӑл каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах тепӗр ҫичӗ сывлӑша ертсе пырать. Ҫавӑнтах вӗсем ун ӑшне кӗрсе пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав ҫынна вара малтанхинчен те начартарах пулать. Ҫак усал ӑрӑва та ҫаплах пулӗ».
Иисус Христос Амӑшӗпе тӑванӗсем
(Мк. 3:31-35; Лк. 8:19-21)
46 Иисус халӑха ҫак сӑмахсене каласа тӑнӑ вӑхӑтра Унӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем Унпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑнӑ. 47 «Авӑ Аннӳпе тӑванусем Санпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑраҫҫӗ», – тенӗ Иисуса пӗр ҫын. 48 «Кам Манӑн Аннем? Камсем Манӑн тӑванӑмсем?» – тенӗ Иисус Хӑйне ҫапла каланӑ ҫынна. 49 Унтан вӗренекенӗсем ҫинелле аллипе тӗллесе каланӑ: «Акӑ Манӑн аннемпе тӑванӑмсем. 50 Мӗншӗн тесен кам Ҫӳлти Аттем ирӗкне пурнӑҫласа пурӑнать, ҫавӑ Манӑн тӑванӑм та, аннем те пулать».
13Акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мк. 4:1-9; Лк. 8:4-8)
1 Ҫав кунхинех Иисус килтен тухнӑ та тинӗс хӗррине кайнӑ. Вӑл унта вӗрентсе ларнӑ. 2 Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннӑ, ҫавӑнпа Унӑн кимӗ ҫине ларма тивнӗ. Мӗн пур халӑх вара ҫыран хӗрринче тӑнӑ. 3 Иисус халӑха ытарлӑн каласа нумай вӗрентнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Пӗр акаҫӑ акана тухнӑ. 4 Акнӑ чухне хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ, кайӑксем вӗҫсе пынӑ та ҫав пӗрчӗсене сӑхса пӗтернӗ. 5 Хӑшӗ тата чуллӑ, сахал тӑпраллӑ ҫӗре ӳкнӗ, тӑпри ӑшӑх пулнӑран калча часах шӑтса тухнӑ. 6 Анчах та хӗвел тухсанах ӑна ӗнтсе янӑ, тымар ярайман калча вара типсе ларнӑ. 7 Хӑшӗ тата пиҫенлӗ вырӑна ӳкнӗ, пиҫен ҫитӗнсе кайнӑ та калчана пусса лартнӑ. 8 Хӑшӗ тата пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкнӗ те тулли пучах кӑларнӑ: пӗр пӗрчӗрен ҫӗр пӗрчӗ, тепри утмӑл пӗрчӗ, тата тепри вӑтӑр пӗрчӗ пултарнӑ. 9 Илтме хӑлха пурри илттӗр!»
Ытарлӑн калани ҫинчен
(Мк. 4:10-12; Лк. 8:9-10)
10 «Мӗншӗн Эсӗ ҫынсене ытарлӑн каласа вӗрентетӗн?» – тесе ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем ҫывӑхарах пырса. 11 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен сире Ҫӳлти Патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ, вӗсене вара – паман. 12 Камӑн пур, ӑна татах парӗҫ, унӑн ытлашшипех пулӗ. Камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ. 13 Вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, итлесен те илтмеҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене ытарлӑн калатӑп та. 14 Исаия пророкла калани вӗсенче пурнӑҫланӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: „Эсир хӑлхапа илтсен те ӑнланаймӑр, куҫӑрсемпе пӑхсан та кураймӑр. 15 Ҫак ҫынсен чун-чӗри хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсем те хупӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, хӑлхи илтмест, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Мана сываттарас тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ“. 16 Куҫӑрсем курнӑран, хӑлхӑрсем илтнӗрен эсир телейлӗ. 17 Чӑн калатӑп сире: пророксемпе тӳрӗ пурӑнакансем нумайӑшӗ эсир мӗн курнине курасшӑнччӗ те – кураймарӗҫ, эсир илтнине илтесшӗнччӗ те – илтеймерӗҫ».
Акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑха ӑнлантарни
(Мк. 4:13-20; Лк. 8:11-15)
18 «Эппин акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑх мӗне пӗлтернине тӑнлӑр: 19 Ҫул хӗррине ӳкни Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен вӗрентнине илтсе те ӑнланайман ҫынна пӗлтерет. Ун патне шуйттан пырать те чӗрине акнине вӑрласа каять. 20 Чуллӑ ҫӗре ӳкни Турӑ сӑмахне илтсе ӑна тӳрех хавасланса йышӑнакан ҫынна пӗлтерет, 21 анчах та унӑн чун-чӗри тымарсӑр та иккӗленчӗк. Сӑмахшӑн хӗн кӑтартма е хӗсӗрлеме тытӑнсан, вӑл тӳрех ӗненӳрен пӑрӑнать. 22 Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни Турӑ сӑмахне илтекен ҫыннах пӗлтерет, анчах та ку тӗнчери хӗвӗшӳ, пуянлӑх илӗртӗвӗ ун чӗринчи сӑмаха пусса лартать те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать. 23 Пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкни Турӑ сӑмахне илтсе, ӑнланса илекене пӗлтерет, ун чӗринче сӑмах тӗшӗ кӑларать. Ҫапла вара, пӗринчен ҫӗр пӗрчӗ, тепринчен утмӑл пӗрчӗ, тата тепринчен вӑтӑр пӗрчӗ пулать».
Тулӑпа ҫум курӑкӗ ҫинчен каланӑ ытарлӑх
24 Иисус вӗсене тата тепӗр ытарлӑх каласа кӑтартнӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха хӑйӗн ани ҫине лайӑх вӑрлӑх акнӑ ҫынпа танлаштарма пулать. 25 Анчах та ҫӗрле, пурте ҫывӑрнӑ чухне, унӑн тӑшманӗ пынӑ та тулӑ хушшине ҫум курӑкӗ акса кайнӑ. 26 Калча ӳссе пуҫ кӑларсан вара ҫум курӑкӗ те палӑрнӑ. 27 Ана хуҫин чурисем ӑна ҫапла пырса каланӑ: „Хуҫамӑр! Эсӗ хӑвӑн ану ҫине лайӑх вӑрлӑх акнӑччӗ, епле майпа халӗ унта йӑлтах ҫум курӑкӗ пусса илнӗ?“ 28 „Темле тӑшман хӑтланнӑ ҫавна“, – тенӗ хуҫи вӗсене. „Ҫумлаттарас теместӗн-и, эпир кайса ҫумлатпӑр“, – тенӗ чурисем. 29 „Ҫук, ҫум курӑкне ҫумланӑ чух унпа пӗрле тулли те тӑпӑлӗ, – тенӗ хуҫи. 30 – Выриччен хутӑшах ӳсчӗр-ха, вырмара вара выракансене ҫапла хушӑп: ҫунтарса ямашкӑн малтан ҫум курӑкне пухса кӗлтен-кӗлтен ҫыхӑр, туллине ман кӗлете пуҫтарса хурӑр“».
Сарӑ пӑрӑҫ вӑррипе кӑвас тӗпӗ ҫинчен каланӑ ытарлӑхсем
(Мк. 4:30-34; Лк. 13:18-21)
31 Унтан Иисус вӗсене тепӗр ытарлӑх каласа кӑтартнӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха сарӑ пӑрӑҫ вӑррипе танлаштарма пулать; ӑна пӗр ҫын хӑйӗн ани ҫине акнӑ. 32 Сарӑ пӑрӑҫ вӑрри ытти вӑрӑсенчен чи пӗчӗкки пулин те, ӳссен вӑл пахча ҫимӗҫсенчен чи ҫӳлли пулса тӑрать. Вӑл йывӑҫ пекех паркаланса каять, кайӑксем вӗҫсе пыраҫҫӗ те унӑн турачӗсем хушшинче йӑва ҫавӑраҫҫӗ».
33 Иисус вӗсене тата тепӗр ытарлӑх каланӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха кӑвас тӗпӗпе танлаштарма пулать. Хӗрарӑм кӑвас тӗпне илнӗ те виҫӗ витре ҫӑнӑхпа хутӑштарса ҫӑрнӑ, вара пӗтӗм чусти йӳҫсе хӑпарнӑ».
34 Ҫаксене пурне те Иисус халӑха ытарлӑн каланӑ, ытарлӑхсӑр нимӗн те вӗрентмен. 35 Вӑл пророк урлӑ Турӑ калани пурнӑҫлантӑр тесе ҫакнашкал вӗрентнӗ. «Ҫӑварӑма ытарлӑн калама уҫӑп та тӗнче пуҫланнӑранпах пытарӑнса тӑнине каласа пӗлтерӗп», – тенӗ пулнӑ пророк.
Тулӑпа ҫум курӑкӗ ҫинчен каланӑ ытарлӑха ӑнлантарни
36 Унтан Иисус, халӑхпа сывпуллашсан, вӗренекенӗсемпе пӗрле килне кайнӑ. Пӳрте кӗрсен вӗренекенӗсем Унран ҫум курӑкпа ана ҫинчен каланӑ ытарлӑха ӑнлантарса пама ыйтнӑ. 37 Вӑл ҫапла ӑнлантарнӑ: «Лайӑх вӑрлӑх акаканӗ – Этем Ывӑлӗ. 38 Ана вара тӗнчене пӗлтерет, лайӑх вӑрлӑх – Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисене, ҫум курӑкӗ шуйттана парӑннисене пӗлтерет. 39 Ҫум курӑкне акакан тӑшман – шуйттана, вырма вӑхӑчӗ – тӗнче пӗтмӗшне, выраканӗсем ангелсене пӗлтереҫҫӗ. 40 Ҫапла вара шуйттана парӑннӑ ҫынсене тӗнче пӗтмӗшӗнче ҫум курӑкӗ пекех суйласа пухса ҫунакан вута пӑрахӗҫ. 41 Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ те, вӗсем Унӑн Патшалӑхӗнчи ҫылӑха кӗртекенсене, усал тӑвакансене пурне те ҫумлӗҫ. 42 Вара вӗсене ҫунакан вута пӑрахӗҫ: унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнӗ. 43 Ун чухне сӑваплисем Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ҫуталӗҫ. Илтме хӑлха пурри илттӗр».
Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен каланӑ тепӗр виҫӗ ытарлӑх
44 «Ҫӳлти Патшалӑха тата ана ҫине чавса пытарнӑ мулпа танлаштарма пулать. Вӑл мула пӗр ҫын тупнӑ та ҫавӑнтах чавса пытарнӑ. Хайхискер савӑннипе пурлӑхне кайса сутнӑ та ҫав анана туяннӑ.
45 Ҫӳлти Патшалӑха тата хаклӑ ӗнчӗ шыракан купсапа танлаштарма пулать. 46 Пӗррехинче вӑл хаклӑран та хаклӑ ӗнчӗ курнӑ та кайса мӗн пур пурлӑхне сутса ҫав ӗнчӗне туяннӑ.
47 Ҫӳлти Патшалӑха тата сӗреке-тетелпе танлаштарма пулать. Пулӑҫӑсем ҫав сӗреке-тетеле тинӗсе янӑ та, унта тӗрлӗ йышши пулӑ кӗнӗ. 48 Сӗреке-тетел тулсан ӑна пулӑҫӑсем ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ, унтан ларса юрӑхлӑ пуллине суйласа илнӗ те савӑта янӑ, юрӑхсӑррине кӑларса ывӑтнӑ. 49 Тӗнче пӗтмӗшӗнче те ҫаплах пулӗ: ангелсем килӗҫ те усаллисене сӑваплисенчен суйласа илӗҫ. 50 Вара усаллисене ҫунакан вута пӑрахӗҫ: унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнӗ».
51 «Ҫаксене пурне те ӑнлантӑр-и?» – тесе ыйтнӑ Иисус вӗренекенӗсенчен. «Ӑнлантӑмӑр, Хуҫамӑр», – тенӗ лешсем. 52 Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен илтсе пӗлнӗ кашни саккун вӗрентӳҫине кил хуҫипе танлаштарма пулать. Ҫав хуҫа хӑй пурлӑхне упракан вырӑнтан киввине те, ҫӗннине те илсе тухать».
Назарет ҫыннисем Иисуса ӗненменни
(Мк. 6:1-6; Лк. 4:16-30)
53 Ҫак ытарлӑхсене каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн Иисус унтан кайнӑ. 54 Вӑл Хӑй ӳснӗ хулана пынӑ та унти синагогӑра халӑха вӗрентнӗ. Унӑн вӗрентӗвӗнчен ҫынсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. «Ҫакнашкал ӑслӑлӑх тата хӑват кӑтартмалӑх вӑй ӑҫтан тухать-ши Унӑн? – тенӗ вӗсем. 55 – Платник ывӑлӗ ҫеҫ мар-им вара Вӑл? Унӑн Амӑшӗ Мария ятлӑ вӗт-ха? Иаков, Иосий, Симон, Иуда Унӑн тӑванӗсем мар-и вара? 56 Унӑн аппӑшӗсем те пурте кунтах пурӑнмаҫҫӗ-и? Эппин ҫавнашкал пӗлӳ ӑҫтан тухать Унӑн?» 57 Ҫапла вӗсем Унӑн сӑмахӗсене ӗненесшӗн пулман. Иисус вара вӗсене каланӑ: «Хисеплемен пророк пулмасть, хисеплемесен те ӑна тӑван ҫӗр-шывӗнче тата килӗнче кӑна хисеплемеҫҫӗ». 58 Вӗсем ӗненменрен Иисус унта хӑватсем нумаях туман вара.
14Шыва кӗртекен Иоанн вилӗмӗ
(Мк. 6:14-19; Лк. 9:7-9)
1 Ҫав вӑхӑтра Иисус пирки ҫӳрекен сас-хура Галилея пуҫлӑхӗн Иродӑн хӑлхине те кӗнӗ. 2 Вара вӑл хӑйӗн улпут таврашӗсене ҫапла каланӑ: «Ку ҫын – Шыва кӗртекен Иоанн, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑран вӑл хӑватсем кӑтартать те». 3 Ирод хӑйӗн Филипп ятлӑ пиччӗшӗн арӑмне, Иродиадӑна, качча илнӗ пулнӑ. Ҫав хӗрарӑма пула вӑл Иоана тытса ҫыхтарса тӗрмене хуптарнӑ. 4 Мӗншӗн тесен Иоанн ӑна: «Санӑн инкӳпе пурӑнма юрамасть», – тесе ӳпкеленӗ. 5 Ирод ӑна ҫавӑншӑн вӗлерттересшӗн те пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ. Халӑх Иоана пророк тесе шутланӑ. 6 Пӗррехинче вара, Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне, Иродиадӑн хӗрӗ хӑнасем умӗнче ташласа Иродӑн кӑмӑлне кайнӑ. 7 «Эпӗ сана тупа тусах шантаратӑп, – тенӗ ӑна ҫавӑнпа Ирод, – эсӗ мӗн ыйтнине йӑлтах парӑп». 8 Хӗр вара амӑшӗ вӗрентнипе ҫапла каланӑ: «Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне тирӗк ҫине хурса ҫакӑнта илсе килсе пар». 9 Патша салхуланнӑ, анчах та хӑнасем умӗнче тупа тунӑран хӗр кӑмӑлне тивӗҫтерме хушнӑ. 10 Унтан хӑй ҫыннисене тӗрмене Иоанн пуҫне кастарма янӑ. 11 Ӗнтӗ унӑн пуҫне тирӗкпе ҫӗклесе пырса хӗре тыттарнӑ, вӑл ӑна амӑшне илсе кайса панӑ. 12 Вӗренекенӗсем вара Иоанн ӳтне пырса илнӗ те ҫӗре пытарнӑ. Унтан вӗсем ҫакӑн ҫинчен Иисуса кайса пӗлтернӗ.
Пилӗк пин ҫынна тӑрантарни
(Мк. 6:30-44; Лк. 9:10-17; Ин. 6:1-14)
13 Иисус ҫавна илтсен ҫын ҫук вырӑна пӗчченех кимӗпе ишсе кайнӑ. Халӑх, ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, хуласенчен тухса Ун хыҫҫӑн ҫыран хӗррипе ҫуран утнӑ. 14 Кимӗ ҫинчен ансан Иисус унта ҫынсем нумай пулнине курнӑ. Вара Иисус, хӗрхенсе, вӗсен хушшинчи чирлисене сыватнӑ. 15 Каҫ пуласпа вӗренекенӗсем Ун патне пырса ҫапла каланӑ: «Кунта ҫын пурӑнман вырӑн, каҫ та пулса килет ӗнтӗ; ялсене кайса хӑйсем валли ҫимелли туянма халӑха яр». 16 «Вӗсен каймалла мар, ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр», – тенӗ вӗренекенӗсене Иисус. 17 Лешсем Иисуса каланӑ: «Пирӗн кунта пурӗ те пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ кӑна». 18 «Вӗсене Мана илсе килсе парӑр-ха», – тенӗ Иисус. 19 Унтан Вӑл халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ, Хӑй пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Вара Иисус ҫӑкӑрсене хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене тыттарнӑ, лешсем ҫӑкӑр татӑкӗсене халӑха валеҫсе панӑ. 20 Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлнӑ татӑкӗсене тата вун икӗ кунтӑк туллиех пухнӑ. 21 Хӗрарӑмсемпе ачасене шутламасан, ҫиекенӗсем пилӗк пин ҫынна яхӑн пулнӑ.
Иисус шыв ҫийӗпе утни
(Мк. 6:45-52; Ин. 6:15-21)
22 Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларса тинӗс леш енне Хӑйӗнчен маларах ишсе каҫма хушнӑ, Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ. 23 Халӑхпа сывпуллашсан Вӑл пӗчченлӗхре кӗлтума ту ҫине улӑхнӑ, ҫӗрле те унта пӗчченех пулнӑ. 24 Ҫав вӑхӑтра кимӗ тинӗс варрине ҫитнӗ ӗнтӗ. Ҫил хирӗҫле пулнӑран кимме хумсем лӑсканӑ. 25 Тул ҫутӑласпа вара Иисус вӗренекенӗсем патне тинӗс ҫийӗпе утса пынӑ. 26 Вӗренекенӗсем, Вӑл тинӗс ҫийӗпе утса пынине курсан, пӑлханса ӳкнӗ те: «Куҫа мӗлке курӑнать», – тенӗ. Сехрисем хӑпнипе вӗсем кӑшкӑрсах янӑ. 27 Иисус вӗсене ҫав самантрах сасӑ парса: «Хастар пулӑр! Ку – Эпӗ, ан хӑрӑр!» – тенӗ. 28 «Хуҫам! – тенӗ Ӑна Петр. – Енчен те Ку Эсех пулсан, эппин мана та Хӑв патна шыв ҫийӗпе пыма хуш». 29 «Кил», – тенӗ Иисус. Петр вара кимӗрен тухса шыв ҫийӗпе Иисус патне утнӑ. 30 Анчах та ҫил вӑйлине асӑрхасан вӑл хӑранипе пута пуҫланӑ. «Хуҫам! Ҫӑлсам мана!» – тесе кӑшкӑрса янӑ вӑл. 31 Иисус ҫавӑнтах аллине тӑсса ӑна ярса тытнӑ. «Эй, ҫителӗксӗр ӗненекен, – тенӗ ӑна Иисус, – мӗншӗн эсӗ иккӗленсе кайрӑн?» 32 Вӗсем кимӗ ҫине ларсанах ҫил лӑпланнӑ. 33 Кимӗ ҫинчисем Ун патне пырса, пуҫҫапса ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ!»
Геннисаретра чирлисене сыватни
(Мк. 6:53-56)
34 Тинӗс урлӑ ишсе каҫсан вӗсем Геннисарет ҫӗрне ҫитнӗ. 35 Унта пурӑнакансем Иисуса палласа илнӗ те ҫав таврана хыпар янӑ. Вара Иисус патне мӗн пур чирлӗ ҫынсене илсе пыра пуҫланӑ. 36 «Тумтирӳ аркине те пулин сӗртӗнме ирӗк парсам», – тесе йӑлӑннӑ вӗсем Ӑна. Сӗртӗнекеннисем вара сывалнӑ.
15Ваттисен йӑли-йӗркине тытса пырасси ҫинчен
(Мк. 7:1-23)
1 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус патне Иерусалимри саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем пынӑ та ҫапла каланӑ: 2 «Мӗншӗн Санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑлине пӑхӑнмасӑр ҫиес умӗн аллисене ҫумаҫҫӗ?» 3 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эсир мӗншӗн тата хӑвӑр йӑла-йӗркӗре Турӑ хушнинчен мала хуратӑр? 4 „Аҫу-аннӳне хисепле“ тата „Ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калакана вилӗм ҫиттӗр“ тесе Турӑ каланӑ-ҫке-ха. 5 Эсир вара: „Кам хӑй ашшӗне е амӑшне парассине Турра асӑнса парать, ҫав ашшӗ-амӑшӗ умӗнче парӑмлӑ мар“, – тесе вӗрентетӗр. Ҫапла каласа эсир хӑвӑр йӑла-йӗркешӗн Турӑ пил-хушӑвне пӑрахӑҫлатӑр. 7 Эй, икӗ питлӗскерсем! Сирӗн ҫинчен Исаия пророк Турӑ сӑмахӗсемпе аван каланӑ: 8 „Ҫак ҫынсем чӗлхи-ҫӑварӗпе Ман патӑмалла ҫывхараҫҫӗ, сӑмахпа Мана хисеплеҫҫӗ, анчах чун-чӗрипе Манран питӗ аякра. 9 Вӗсем этем шухӑшласа кӑларнӑ вӗрентӗве, йӑла-йӗркене вӗрентеҫҫӗ пулсан, вӗсем Мана пуҫҫапни усӑсӑр“».
10 Унтан Иисус халӑха чӗнсе ҫапла каланӑ: «Итлӗр те ӑнланса илӗр: 11 Ҫынна ҫӑвара кӗрекенни мар, ҫӑвартан тухаканни ирсӗрлетет». 12 Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Иисус патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Пӗлетӗн-и, ҫак сӑмахсене илтсен фарисейсем питӗ кӳренчӗҫ». 13 «Манӑн Ҫӳлти Аттем акман кирек епле ӳсен-тӑран та кӑкланӗ, – тавӑрнӑ вара Иисус. 14 – Фарисейсемшӗн ан кулянӑр, вӗсем суккӑрсене ҫавӑтса пыракан суккӑрсем. Енчен те суккӑра суккӑр ҫавӑтса пырать пулсан, вӗсем иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкӗҫ». 15 «Ху ытарлӑ каланине пире ӑнлантарса парсамччӗ», – тесе ыйтнӑ Унран Петр. 16 Иисус вара ҫапла каланӑ: «Сирӗн те ӑс-тӑнӑр халичченех уҫӑлса ҫитеймерӗ-и? 17 Ҫӑвара кӗрекенни пурте вар-хырӑма кӗрсе тулашах тухнине халиччен те ӑнланмастӑр-и? 18 Ҫӑвартан тухаканни вара – чун-чӗререн тухать, ҫынна Турӑ умӗнче ҫавӑ ирсӗрлетет. 19 Мӗншӗн тесен ҫак усал шухӑшсем пурте: ҫын вӗлересси, мӑшӑра улталасси, аскӑнланасси, вӑрласси, судра суйса пӗлтересси, хурласси чун-чӗререн тухаҫҫӗ. 20 Ҫынна Турӑ умӗнче ҫавсем ирсӗрлетеҫҫӗ. Алӑ ҫумасӑр ҫини вара ҫынна ирсӗрлетмест».
Хананей хӗрарӑмӗн ӗненӗвӗ
(Мк. 7:24-30)
21 Унтан Иисус Тирпа Сидон ҫӗрне тухса кайнӑ. 22 Ун патне ҫавӑнти пӗр хананей хӗрарӑмӗ пынӑ та: «Эй, Хуҫам, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана! Хӗрӗм усал ернипе питӗ асапланать», – тенӗ кӑшкӑрсах. 23 Иисус ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмен. Вӗренекенӗсем Ун патне пынӑ та: «Ку хӗрарӑма кайма хуш-ха, вӑл пӗрмай пирӗн хыҫран кӑшкӑрашса пырать», – тенӗ. 24 «Турӑ Мана Израиль ӑрӑвӗн ҫӗтсе кайнӑ сурӑхӗсем патне кӑна янӑ», – тесе тавӑрнӑ Иисус. 25 Ҫапах та хӗрарӑм пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса: «Хуҫам! Пулӑшсам мана!» – тенӗ. 26 Иисус вара ҫапла тавӑрнӑ: «Ачасем ҫиес ҫӑкӑра йытӑсене пӑрахса пани аван мар». 27 «Ҫапли ҫапла та-ха, Хуҫам, – тенӗ хӗрарӑм, – анчах йытӑсем те хуҫисен сӗтелӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ-ҫке». 28 Иисус вара ӑна ҫапла тавӑрнӑ: «Эй, хӗрарӑм! Санӑн ӗненӗвӳ чӑнласах та ҫирӗп, ху ыйтнӑ пек пултӑр эппин». Вара унӑн хӗрӗ ҫав самантрах сывалнӑ.
Иисус чирлисене сыватни
29 Унтан кайсан Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррине ҫитнӗ, вара пӗр сӑрт ҫине хӑпарнӑ та ҫавӑнта ларнӑ. 30 Ун патне пит нумай халӑх пухӑннӑ. Ҫынсем хӑйсемпе пӗрле уксах-чӑлахсене, суккӑрсене, чӗлхесӗрсене, сусӑрсене тата ытти чирлисене йышлӑн илсе пынӑ, вӗсене Иисус умне вырттарнӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ. 31 Халӑх вара чӗлхесӗррисем калаҫнине, сусӑррисем тӳрленнине, уксаххисем ҫӳренине, суккӑррисем куракан пулнине курса тӗлӗннӗ. Пурте Израиль Туррине мухтанӑ.
Тӑватӑ пин ҫынна тӑрантарни
(Мк. 8:1-10)
32 Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Ҫак халӑха Эпӗ шеллетӗп: вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Манпа пӗрле, ҫимелли те вӗсен нимӗн те ҫук. Ҫул ҫинче халтан каясран Ман вӗсене выҫӑлла кӑларса ярас килмест». 33 «Кунта, ҫын пурӑнман вырӑнта, ҫакӑн чухлӗ халӑха тӑрантармалӑх ӑҫтан ҫӑкӑр тупас пирӗн?» – тенӗ Ӑна вӗренекенӗсем. 34 «Сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур?» – ыйтнӑ Иисус. «Ҫичӗ ҫӑкӑрпа темиҫе пӗчӗк пулӑ», – тавӑрнӑ лешсем. 35 Вара Иисус халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ. 36 Унтан ҫав ҫичӗ ҫӑкӑрпа пулла илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа тыттарнӑ, вӗренекенӗсем халӑха валеҫсе панӑ. 37 Пурте ҫисе тӑраннӑ. Юлнӑ татӑкӗсене тата ҫичӗ карҫинкка туллиех пухнӑ. 38 Хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, ҫиекенӗсем пурӗ тӑватӑ пин ҫын пулнӑ. 39 Кайран Иисус, халӑхпа сывпуллашса, кимӗ ҫине ларнӑ та Магдала ҫӗрне ишсе кайнӑ.
16Тӳперен хӑват кӑтартма ыйтни
(Мк. 8:11-13; Лк. 12:54-56)
1 Унтан Иисус патне фарисейсемпе саддукейсем пынӑ та, Ӑна тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ. 2 Вӑл вара вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Каҫхине эсир: пӗлӗт хӗрелет – уяр пулать тетӗр. 3 Ирхине эсир: пӗлӗт йӑм-хӗрлӗ – паян ҫанталӑк пӑсӑлать тетӗр. Икӗ питлӗскерсем! Тӳпери паллӑсене уйӑрма пӗлетӗр, вӑхӑт паллисене уйӑрма пӗлейместӗр-и? 4 Усал та пӑсӑк ӑру хӑватшӑн антӑхать, анчах та Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна нимӗнле хӑват та пулмӗ». Унтан Иисус вӗсене пӑрахса кайнӑ.
Фарисейсемпе саддукейсен кӑвас тӗпӗ ҫинчен
(Мк. 8:14-21)
5 Тинӗс тепӗр енне ишсе каҫнӑ чух Унӑн вӗренекенӗсем хӑйсемпе пӗрле ҫӑкӑр илме маннӑ. 6 «Асӑрханӑр, – тенӗ вӗсене Иисус, – фарисейсемпе саддукейсен кӑвас тӗпӗнчен сыхланӑр». 7 «Эпир ҫӑкӑр илме маннӑран ҫапла калать пулӗ Вӑл», – тесе шухӑшланӑ вӗренекенӗсем хӑйсен ӑшӗнче. 8 Иисус вара вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе ҫапла каланӑ: «Эй, ҫителӗксӗр ӗненекенсем! Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ҫӑкӑр илменни ҫинчен шухӑшлатӑр? 9 Халичченех ӑнланмастӑр-и? Пилӗк ҫӑкӑрпа пилӗк пин ҫынна тӑрантарнине, юлашкине тата темиҫе кунтӑк пухнине астумастӑр-им? 10 Тата ҫичӗ ҫӑкӑрпа тӑватӑ пин ҫынна тӑрантарнине, юлашкине миҫе карҫинкка пухнине те манса кайрӑр-им? 11 „Фарисейсемпе саддукейсен кӑвас тӗпӗнчен сыхланӑр“, – тесе Эпӗ ҫӑкӑр пирки каламаннине епле-ха ӑнланаймастӑр?» 12 Иисус кӑвас тӗпӗнчен мар, фарисейсемпе саддукейсен вӗрентӗвӗнчен сыхланма каланине вӗренекенӗсем тинех тавҫӑрса илнӗ.
Иисус кам пулнине Петр пӗлтерни
(Мк. 8:27-30; Лк. 9:18-21)
13 Филипп Кесарийӗ таврашӗнчи ҫӗрсене пырсан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: «Ҫынсем Мана, Этем Ывӑлне, кам вырӑнне хураҫҫӗ?» 14 «Пӗрисем – Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, теприсем – Илия вырӑнне, хӑшӗ-пӗрисем тата Иеремия е пӗр-пӗр урӑх пророк вырӑнне хураҫҫӗ», – тавӑрнӑ вӗсем. 15 «Эсир хӑвӑр вара Мана кам вырӑнне хуратӑр?» – тенӗ Иисус вӗсене. 16 «Эсӗ – Чӗрӗ Туррӑн Ывӑлӗ, Христос», – тавӑрнӑ вара Петр текен Симон. 17 «Телейлӗ эсӗ, Иона ывӑлӗ Симон, мӗншӗн тесен сана ҫав чӑнлӑха этем мар, Манӑн Ҫӳлти Аттем уҫса пачӗ. 18 Ӗнтӗ Эпӗ сана калатӑп: эсӗ – Петр . Эпӗ ӗненекен ушкӑнсем йӗркеленӗ чухне эсӗ вӗсемшӗн чул никӗс пулӑн. Вара ҫав Чиркӗве тамӑк хапхи те ҫӗнтереймӗ. 19 Эпӗ сана Ҫӳлти Патшалӑха кӗмелли алӑкӑн уҫҫине парӑп. Эсӗ ҫӗр ҫинче мӗне чарӑн, ҫавӑ тӳпере те чаруллӑ пулӗ; эсӗ ҫӗр ҫинче мӗне чармӑн, ҫавӑ тӳпере те ирӗклӗ пулӗ». 20 Ҫавӑн чухне Вӑл вӗренекенӗсене Хӑй, Иисус, Турӑ Суйласа илни пулнине никама та калама хушман.
Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен калани
(Мк. 8:31–9:1; Лк. 9:22-27)
21 Ҫавӑнтан вара Иисус вӗренекенӗсене Хӑйӗн Иерусалима каймалли ҫинчен, унта ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксенчен тата саккун вӗрентӳҫисенчен нумай асап курмалла пуласси ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл вӗренекенӗсене Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа ӑнлантарнӑ. 22 Ҫавӑн чухне Петр Ӑна аяккалла чӗнсе илнӗ те хирӗҫлесе ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Турӑ хӑтартӑрах! Санпала унашкалли ан пултӑрах!» 23 Иисус вара Петр енне ҫавӑрӑнса каланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! Эсӗ Мана илӗртсе иккӗлентеретӗн; эсӗ Турра юрӑхли ҫинчен мар, этеме юрӑхли ҫинчен шухӑшлатӑн». 24 Унтан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пыракан пулас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пытӑр. 25 Мӗншӗн тесен хӑйӗн пурӑнӑҫне упраса хӑварас текен ӑна ҫухатӗ. Хӑйӗн пурӑнӑҫне Мана халалласа ҫухатакан ӑна тупӗ. 26 Ҫын, пӗтӗм тӗнчене хӑй аллине илсен те, хӑй чунне сиен тусан, ӑна мӗн усси пулӗ? Ҫын хӑй чунне мӗн хакпа илейӗ? 27 Этем Ывӑлӗ Ҫӳлти Ашшӗн мухтавӗпе, ангелӗсемпе килӗ те пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ. 28 Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем Патша пулса килекен Этем Ывӑлне курмасӑр та вилмӗҫ».
17Иисус Христос сӑн-сӑпачӗ улшӑнни
(Мк. 9:2-13; Лк. 9:28-36)
1 Пӗр ултӑ кун иртсен Иисус Петра тата пӗртӑван Иаковпа Иоана кӑна Хӑйпе пӗрле илнӗ те ҫӳллӗ ту ҫине улӑхнӑ. 2 Ҫавӑнта вара вӗсен умӗнчех Унӑн сӑн-сӑпачӗ улшӑннӑ: сӑнӗ хӗвел пек ялтӑраса кайнӑ, тумтирӗ чӑлт шуррӑн ҫуталса тӑнӑ. 3 Сасартӑк вӗсене Иисуспа калаҫса тӑракан Моисейпа Илия курӑннӑ. 4 Вара Петр Иисуса ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Пире кунта епле аван. Кӑмӑлу пулсан, эпир кунта виҫӗ хӳшӗ тӑвӑпӑр: пӗрне – Сан валли, теприне – Моисей валли тата теприне – Илия валли». 5 Петр ҫапла каласа тӑнӑ чухнех сасартӑк вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупласа илнӗ. Пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра; Ӑна итлӗр», – текен сасӑ илтӗннӗ. 6 Ҫакна илтсен Иисусӑн вӗренекенӗсем хӑранипе ҫӗр ҫумне тӗшӗрӗлнӗ. 7 Иисус вӗренекенӗсем патне пынӑ та вӗсене сӗртӗнсе каланӑ: «Тӑрӑрах, ан хӑрӑр». 8 Пуҫӗсене ҫӗклесе пӑхсан вӗсем Иисуссӑр пуҫне урӑх никама та курман.
9 Ту ҫинчен аннӑ чухне вара Иисус вӗренекенӗсене ҫапла хушнӑ: «Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен ҫак курӑну пирки никама та ан калӑр». 10 «Мӗншӗн-ха саккун вӗрентӳҫисем Христосран маларах Илия килмелле теҫҫӗ?» – ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем. 11 Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Малтан Илия килсе йӑлтах хатӗрлесе хумалла тени тӗрӗсех. 12 Анчах та калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ, ӑна ҫынсем паллаймарӗҫ, унпа хӑйсем мӗн тӑвас тенине турӗҫех. Вӗсем Этем Ывӑлне те ҫавнашкал асап кӑтартӗҫ». 13 Вара вӗренекенӗсем хӑйсене Иисус Шыва кӗртекен Иоанн пирки каланине ӑнланса илнӗ.
Усал сывлӑш ернӗ ачана сыватни
(Мк. 9:14-29; Лк. 9:37-43)
14 Иисуспа вӗренекенӗсем халӑх пухӑннӑ ҫӗре ҫитсессӗнех Ун патне пӗр ҫын ҫывхарнӑ та Ун умне чӗркуҫленнӗ. 15 «Хуҫамӑр, ывӑлӑма хӗрхенсем: уйӑх ҫӗнелсен вӑл усал ернипе питӗ асапланать; тӑтӑшах е вута, е шыва сикет, – тенӗ ҫав ҫын. 16 – Эпӗ ӑна Санӑн вӗренекенӳсем патне илсе килнӗччӗ, анчах вӗсем ӑна сыватаймарӗҫ». 17 «Эй, ӗненмен, пӑсӑк ӑру! Тата хӑҫанччен Манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен Манӑн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патӑма илсе килӗр эппин», – тавӑрса каланӑ Иисус. 18 Унтан Вӑл усала чарнӑ та, лешӗ ача ӑшӗнчен тухса тарнӑ. Арҫын ача ҫав самантрах сывалнӑ. 19 Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем ушкӑнран уйӑрӑлса Иисус патне пынӑ та: «Мӗншӗн эпир усала хӑваласа кӑлараймарӑмӑр?» – тесе ыйтнӑ. 20 Иисус вара вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен эсир ҫителӗксӗр ӗненетӗр. Чӑн калатӑп сире: эсир пӗр пӗрчӗк анчах ӗненсессӗн те, ҫак тӑва: „Кунтан ҫавӑнта куҫса лар“, – тесен, вӑл куҫса ларӗччӗ. Эсир пултарайманни нимӗн те пулмӗччӗ. 21 Усал-тӗсел таврашне типӗ тытнипе тата кӗлтунипе ҫеҫ хӑваласа кӑларма пулать ».
Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен тепӗр хут калани
(Мк. 9:30-32; Лк. 9:43-45)
22 Галилейӑра пурӑннӑ чухне Иисус вӗренекенӗсене каланӑ: «Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, 23 Ӑна вӗлерӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ». Ҫакна илтсен вӗренекенӗсем хуйха ӳкнӗ.
Турӑ Ҫурчӗшӗн тӳлемелли налук ҫинчен
24 Иисуспа вӗренекенӗсем Капернаумра чухне Петр патне Турӑ Ҫурчӗ валли налук пухакансем пырса каланӑ: «Сирӗн Вӗрентекен налук укҫи тӳлет-и?» 25 «Тӳлӗ-ха», – тенӗ Петр. Унтан, Петр пӳрте кӗрсен, сӑмах хушма ӗлкӗричченех Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Симон, эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн? Ҫӗр ҫинчи патшасене хырҫӑ-налук камсен тӳлемелле? Хӑйсен ҫӗр-шывӗнче пурӑнакансен е пӑхӑнтарнӑ ют халӑхсен?» 26 «Ют халӑхсен», – тенӗ Петр. Вара Иисус ӑна каланӑ: «Эппин хӑйсен ҫӗр-шывӗнче пурӑнакансем ирӗклӗ, вӗсен тӳлемелле мар. 27 Ҫапах та налук пухакансем кӑмӑлсӑр ан юлччӑр тесен, тинӗс хӗррине кайса вӑлта яр та чи малтан лекнӗ пулла илсе ҫӑварне уҫса пӑх. Унӑн ҫӑварӗнче эсӗ пӗр статир тупӑн. Ҫав укҫа иксӗмӗршӗн те тӳлеме ҫитӗ, ӑна вӗсене пар».
18Ачасем пек пулӑр
(Мк. 9:33-37; Лк. 9:46-48)
1 Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Иисус патне пырса ыйтнӑ: «Ҫӳлти Патшалӑхра аслӑраххи кам пулӗ?» 2 Иисус пӗр пӗчӗк ачана кӑчӑк туртса чӗннӗ те ӑна вӗсен умне тӑратнӑ. 3 «Чӑн калатӑп сире: улшӑнаймасан, ача пек пулаймасан эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр. 4 Ҫавӑнпа та кам хӑйне ҫак ача пек кӗҫӗне хума пултарайӗ, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра аслӑраххи пулӗ. 5 Кам ҫакнашкал пӗр ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫав Мана йышӑнать».
Илӗртӳсем ҫинчен
(Мк. 9:42-48; Лк. 17:1-2)
6 «Кам Мана ӗненекен ҫак пӗчӗкскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗс тӗпне путарсан, ӑна хӑйне лайӑхрах пулӗччӗ. 7 Илӗртсе ҫылӑха кӗртнӗрен ҫак тӗнче хур курать. Илӗртӳсем пулаҫҫех, анчах та илӗртсе ҫылӑха кӗртекен ҫынна хуйхӑ пулӗ. 8 Сана аллу е уру ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна кас та ывӑтса яр. Алӑсӑр е урасӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗни ал-ураллӑнах тамӑка, сӳнми вута пӑрахнинчен саншӑн лайӑхрах. 9 Сана куҫу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах та ывӑтса яр: икӗ куҫупа тамӑк вутне пӑрахнинчен хӑрах куҫупа ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗни саншӑн лайӑхрах».
Ҫухалнӑ сурӑх ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Лк. 15:3-7)
10 «Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкскерсем ҫине хисеплемесӗр ан пӑхӑр. Калатӑп сире: вӗсен тӳпери ангелӗсем Ҫӳлти Аттем сӑнне яланах курса тӑраҫҫӗ. 11 Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ . 12 Епле шутлатӑр эсир? Тӗслӗхрен, пӗр-пӗр ҫыннӑн ҫӗр пуҫ сурӑх пур тейӗпӗр. Вӑл, пӗр сурӑхне ҫухатсан, тӑхӑр вун тӑххӑрӑшне ту хушшинче хӑварса, ҫухалнине шырама каймӗ-и? 13 Чӑн калатӑп сире: ҫав ҫын, сурӑхне тупсассӑн, уншӑн ытти ҫухалман тӑхӑр вун тӑхӑр сурӑхӗнчен те ытларах савӑнӗ. 14 Сирӗн Ҫӳлти Аҫӑрӑн ирӗкӗ те ҫавнашкалах: Вӑл ҫак пӗчӗкскерсенчен пӗрне те ҫухатасшӑн мар».
Ӗненекен тӑвану ҫылӑха кӗрсен
(Лк. 17:3)
15 «Ӗненекен тӑвану сана усал туса ҫылӑха кӗрсен, кай та унпа куҫа-куҫӑн калаҫ, ӳпкеле. Вӑл сана итлесен, эсӗ тӑванна каялла тавӑртӑн пулать. 16 Итлемесен, хупа пӗрле икӗ-виҫӗ ҫын илсе кай. Курни-илтнине ҫирӗплетекен икӗ е виҫӗ ҫын пулсан, кирек епле сӑмах та тӗрӗс пулать. 17 Вӗсене те итлес темесен вара ун ҫинчен ӗненекен ушкӑнрисене каласа кӑтарт. Ӗненекен ушкӑн та ӑна ӳкӗте кӗртеймесен, вӑл вара саншӑн урӑх халӑх ҫынни пекех, налук пухакан пекех пултӑр.
18 Чӑн калатӑп сире: эсир ҫӗр ҫинче мӗне чарӑр, ҫавӑ тӳпере те чаруллӑ пулӗ. Ҫӗр ҫинче мӗне чармӑр, ҫавӑ тӳпере те ирӗклӗ пулӗ. 19 Татах чӑн калатӑп сире: ҫӗр ҫинче сирӗн хушшӑртан иккӗн пӗр шухӑшлӑ пулса Турра тархасласан, Ҫӳлти Аттем вӗсем ыйтнине тивӗҫтерӗ. 20 Мӗншӗн тесен Ман ятӑмпа иккӗн е виҫҫӗн пухӑннӑ ҫӗрте Эпӗ те вӗсемпе пулатӑп».
Пӗр-пӗрне каҫарасси ҫинчен
21 Ҫавӑн чухне Петр Иисусран пырса ыйтнӑ: «Хуҫам, хама усал тунӑ ӗненекен тӑванӑма ман миҫе хутчен каҫармалла? Ҫичӗ хутчен-и?» 22 «Ҫичӗ хутчен теместӗп, ҫичӗ хут ҫитмӗл таранах тетӗп, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. 23 – Ҫакна Эпӗ акӑ мӗншӗн калатӑп: Ҫӳлти Патшалӑх вӑл ҫак ытарлӑх евӗрлӗ. Пӗр патша чурисен парӑмне тӗрӗслеме шухӑш тытнӑ. 24 Хайхискер парӑм укҫи шутла пуҫласан, ун патне вунӑ пин талант парӑмлӑ пӗр ҫынна илсе пынӑ. 25 Парӑмне тӳлесе татма укҫи пулманран патша чурине хӑйне те, унӑн арӑмӗпе ачисене те, мӗн пур пурлӑхне те сутса парӑма татма хушнӑ. 26 Ҫакна пӗлсен ҫав чура ун умне ӳксе тархасланӑ: „Патшам! Мана усал ан тусам, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп“. 27 Патша вара ҫав чурана хӗрхеннӗ те, ирӗке кӑларса, парӑмне каҫарнӑ. 28 Анчах та патша патӗнчен тухнӑ-тухманах ҫак чура юлташне тӗл пулнӑ. Юлташӗ ӑна нумаях та мар, ҫӗр динарийлӗх парӑмлӑ пулнӑ. Хайхи чура ӑна ҫулса илнӗ те: „Парӑмна тавӑрса пар!“ – тесе пӑва пуҫланӑ. 29 „Мана усал ан тусам, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп“, – тесе тархасланӑ юлташӗ ун умне ӳксе. 30 Чура ун сӑмахӗсене итлесшӗн те пулман, парӑмне тӳлесе татиччен ӑна тӗрмене тытса хуптарнӑ. 31 Ҫакна курса тӑнӑ ытти юлташӗсем хуйха ӳкнӗ. Вӗсем патша патне кайнӑ та пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ ҫинчен йӑлтах каласа кӑтартнӑ. 32 Патша вара хайхи чурана чӗнтерсе ҫапла каланӑ: „Эй, усал чура! Эсӗ мана тархасларӑн та, эпӗ санӑн пӗтӗм парӑмна каҫартӑм. 33 Эп сана каҫарнӑ пекех санӑн та юлташна каҫармалла марччӗ-и вара?“ 34 Ҫилли тулса ҫитнипе патша ҫав чурана асаплантаракансен аллине панӑ та пӗтӗм парӑмне тӳлесе татичченех тертлентерме хушнӑ. 35 Ҫылӑха кӗнӗ тӑванӑрсене чӗререн каҫармасан Ҫӳлти Аттем те сирӗнпе ҫаплах тӑвӗ».
19Уйӑрӑласси ҫинчен
(Мк. 10:1-12)
1 Ҫак сӑмахсене вӗҫлесен Иисус Галилейӑран кайнӑ та Иордан леш енчи ҫӗрсем урлӑ Иудея тӑрӑхне пынӑ. 2 Ун хыҫҫӑн нумай халӑх пынӑ, унта Вӑл чирлисене сыватнӑ. 3 Иисус патне фарисейсем пынӑ та, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе, ыйту панӑ: «Упӑшкин арӑмне кирек епле сӑлтавпа та уйӑрса яма юрать-и?» 4 Иисус вара ҫапла тавӑрса каланӑ: «Пултаракан чӑн малтанах ҫынсене арҫын тата хӗрарӑм пулмалла туни ҫинчен вуламан-им эсир? 5 Унтан каланӑ: „Ҫавӑнпа ҫын ашшӗ-амӑшне хӑварӗ те арӑмӗпе пӗрлешӗ, вара иккӗн пӗр ӳт пулӗҫ“. 6 Ӗнтӗ вӗсем иккӗн мар, пӗр ӳт. Ҫапла вара, Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр», – тенӗ. 7 «Епле-ха тата Моисей: упӑшки арӑмӗпе уйӑрӑлнӑ чухне унӑн арӑмне уйӑрӑлу хучӗ ҫырса памалла тесе хушса хӑварнӑ?» – тенӗ Ӑна фарисейсем. 8 Иисус вӗсене каланӑ: «Чунӑрсем уҫӑлса ҫитейменрен Моисей сире арӑмсене уйӑрса яма ирӗк панӑ, малтанах апла пулман. 9 Эпӗ вара сире калатӑп: кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫпе айӑпа кӗмен ҫӗртех уйӑрса ярса урӑххине качча илет, ҫав мӑшӑра улталас ҫул ҫине тӑрать. Уйӑрӑлнӑ хӗрарӑма качча илни те мӑшӑра улталаниех пулать ». 10 «Арӑмпа ҫак ҫирӗп йӗркесене пӑхӑнса пурӑнас пулсан, авланиччен авланманни», – теҫҫӗ вӗренекенӗсем Иисуса. 11 «Эп каланине пурте мар, кама Турӑ ӑнланма тивӗҫ панӑ, ҫавӑ ӑнланӗ, – тавӑрнӑ вӗсене Иисус. 12 – Мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗри ҫуралассах арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма юрӑхсӑр ҫуралать, хӑшне ҫынсем каярахпа юрӑхсӑра кӑлараҫҫӗ. Теприсем тата Ҫӳлти Патшалӑхшӑн тӑрӑшас тесе хӑйсемех арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма килӗшмеҫҫӗ. Кама ӑнланма тивӗҫ панӑ, ҫавӑ ӑнлантӑр».
Иисус ачасене пиллет
(Мк. 10:13-16; Лк. 18:15-17)
13 Ҫавӑн чухне ҫынсем ачисене Иисус патне аллине хурса кӗлтутарма илсе пынӑ; вӗренекенӗсем вара вӗсене Иисуса кансӗрлеме чарнӑ. 14 Анчах та Иисус ҫапла каланӑ: «Ачасене Ман патӑма ярӑр, килме ан чарӑр, мӗншӗн тесен Ҫӳлти Патшалӑх вӗсем пеккисемшӗн». 15 Вара Вӑл ачасем ҫине аллине хурса пилленӗ те урӑх ҫӗре кайнӑ.
Иисуспа пӗр пуян ҫамрӑк
(Мк. 10:17-31; Лк. 18:18-30)
16 Иисус патне пӗр ҫын пынӑ. «Ырӑ Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗнле ырӑ ӗҫ тумалла-ши?» – тенӗ вӑл. 17 «Мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? – хуравланӑ ӑна Иисус. – Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар . Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен пил-хушусене пурнӑҫласа пурӑн». 18 «Хӑшсене?» – ыйтнӑ лешӗ Иисусран. «Ак ҫаксене, – тавӑрнӑ Иисус. – Ан вӗлер, мӑшӑрна ан ултала, ан вӑрла, судра суйса ан пӗлтер, 19 аҫу-аннӳне хисепле; ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат». 20 «Эпӗ вӑл пил-хушусене пурне те мӗн ачаранах пӑхӑнса пурӑнатӑп-ха, тата мӗн тумалла-ши манӑн?» – тенӗ Ӑна ҫамрӑк. 21 Иисус ҫамрӑк ҫынна ҫапла каланӑ: «Пӗр кӑлтӑксӑр пулас килсен кайса хӑвӑн пурлӑхна сут та укҫине чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх пӗлӗт ҫинче пулӗ. Ху кил те Ман хыҫҫӑн пыракан пул». 22 Ҫак сӑмахсене илтсен ҫамрӑк ҫын хуйха ӳкнӗ те пӑрӑнса утнӑ, мӗншӗн тесен унӑн пурлӑхӗ питӗ нумай пулнӑ. 23 «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ вара Иисус вӗренекенӗсене, – пуян ҫынна Ҫӳлти Патшалӑха кӗме питӗ йывӑр. 24 Тата ҫакна хушса калам: пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах». 25 «Кам ҫӑлӑнма пултарӗ-ха эппин?» – тенӗ вӗренекенӗсем ҫав сӑмахсене илтнӗ хыҫҫӑн пит тӗлӗнсе. 26 Иисус вӗсем ҫине тинкерсе пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: «Этем ӑна тума пултараймӗ, Турӑ вара пурне те пултарать». 27 Ҫавӑн чухне Петр Ӑна хирӗҫ каланӑ: «Акӑ эпир хамӑрӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн пыракансем пултӑмӑр. Уншӑн пире мӗн лекӗ?» 28 «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ вӗсене Иисус, – пулас ҫӗнӗ тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларсан, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вун икӗ ӑрӑвӗн тӳри пулмашкӑн вун икӗ престол ҫине ларӑр. 29 Кам та кам кил-ҫуртне, тӑванӗсене, ашшӗ-амӑшне, арӑмне, ачи-пӑчине, ани-ҫаранне Ман ятӑмшӑн пӑрахса хӑварнӑ, Турӑ ӑна ҫӗр хут та ытларах тавӑрса парӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ тӑвӗ. 30 Малтисем чылайӑшӗ кайра пулӗҫ, кайрисем малта пулӗҫ».
20Тара тытнӑ ҫынсем ҫинчен каланӑ ытарлӑх
1 Унтан Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫӳлти Патшалӑх вӑл хуҫа евӗрлӗ. Ҫав хуҫа ирхине ирех иҫӗм ҫырли пахчинче ӗҫлеттермешкӗн ҫынсене тара тытма тухнӑ. 2 Кунне пӗр динарий тӳлеме калаҫса татӑлса, вӑл тара кӗрӗшекенсене хӑй пахчине ӗҫлеме янӑ. 3 Пӗр тӑхӑр сехет тӗлнелле хуҫа каллех тухнӑ та пасар вырӑнӗнче тара кӗрӗшес текен, ӗҫсӗр ларакан ытти ҫынсене курнӑ. 4 „Эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине ӗҫлеме кайӑр, тивӗҫлӗ чухлӗ сире те тӳлӗп“, – тенӗ хуҫа вӗсене те. Лешсем вара кайнӑ. 5 Кӑнтӑрлапа тата кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетсенче тухсан та хуҫа ҫаплах тунӑ. 6 Унтан вара, кӑнтӑрла иртни пилӗк сехетсенче, вӑл каллех пасар вырӑнне пынӑ та ӗҫсӗр ларакан урӑх ҫынсене курса ҫапла каланӑ: „Кунӗпех ӗҫе кӗрӗшеймерӗр-и, ахалех ларатӑр-и?“ 7 „Пире тара тытакан пулмарӗ ҫав“, – тавӑрнӑ лешсем ӑна. „Эсир те ман пахчама ӗҫлеме кайӑр, мӗн тӳлемеллине сире тӳлӗҫ“, – тенӗ хуҫа вӗсене. 8 Каҫ пулсан хайхи пахча хуҫи хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑракана ҫапла каланӑ: „Тара кӗрӗшнисене чӗнсе кил те каярахран ӗҫлеме пуҫланисенчен тытӑнса малтан ӗҫлеме пуҫланисене пурне те укҫа тӳле“. 9 Кӑнтӑрла иртни пилӗк сехетсенче ӗҫлеме тухнисем пынӑ та пӗрер динарий ӗҫ укҫи илнӗ. 10 Ирхине ирех ӗҫлеме тухнисем пынӑ та: „Пире ытларах тӳлет пулӗ-ха“, – тесе шухӑшланӑ. Анчах вӗсем те, калаҫса килӗшнӗ пекех, пӗрер динарий илнӗ. 11 Хайхискерсем укҫине илсен пахча хуҫине ӳпкеле пуҫланӑ. 12 „Кусем, кайран килнисем, пӗр сехет пек ӗҫлерӗҫ те, пирӗнпе, кун каҫа шӑрӑхра тар тӑкса тертленекенсемпе, танах илчӗҫ“, – тенӗ вӗсем. 13 Хуҫи вара вӗсенчен пӗрне ҫапла хуравланӑ: „Тусӑм, эпӗ сана кӳрентермерӗм-ҫке. Кӗрӗшнӗ чухне эпир санпа пӗр динарийлӗх калаҫса татӑлмарӑмӑр-им вара? 14 Ӗҫлесе илнӗ укҫуна ил те каях. Эпӗ ҫак кайран кӗрӗшнине те сана тӳленӗ чухлех парас тетӗп. 15 Хамӑн пурлӑхӑмпа хамӑн хуҫаланма ирӗк ҫук-им манӑн? Е эпӗ ырӑ пулнӑран эсӗ кӗвӗҫ куҫлӑ?“ 16 Ҫапла ӗнтӗ кайрисем малта пулӗҫ, малтисем кайра пулӗҫ. Мӗншӗн тесен чӗнни нумай та – суйласа илни сахал ».
Иисус Хӑй вилӗмрен чӗрӗлесси ҫинчен виҫҫӗмӗш хут калани
(Мк. 10:32-34; Лк. 18:31-34)
17 Иисус, Иерусалима кайнӑ чухне, ҫул ҫинче Вун иккӗшне Хӑй патне чӗнсе илнӗ те ҫапла каланӑ: 18 «Акӑ ӗнтӗ эпир Иерусалималла хӑпарса пыратпӑр, унта Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисен аллине тытса парӗҫ. Вӗсем Ӑна суд туса вӗлерме йышӑнӗҫ. 19 Унтан Этем Ывӑлне урӑх халӑх ҫыннисен аллине мӑшкӑл кӑтартма, чӗн пушӑпа хӗнеме, пӑталама тытса парӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗ».
Зеведей ывӑлӗсем ыйтни
(Мк. 10:35-45)
20 Ҫавӑн чухне Зеведей арӑмӗ хӑйӗн икӗ ывӑлӗпе пӗрле Иисус патне пынӑ. Вӑл Иисуса ӳксе пуҫҫапсах темӗн тархасланӑ. 21 «Сана мӗн кирлӗ?» – ыйтнӑ унран Иисус. Зеведей арӑмӗ Ӑна ҫапла каланӑ: «Ҫак икӗ ывӑлӑма Хӑвӑн Патшалӑхунта пӗрне Хӑвӑнтан сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне лартма шантарсамччӗ». 22 «Хӑвӑр мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр, – тавӑрнӑ вара Иисус. – Эпӗ ӗҫес асап куркине ӗҫме, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе тӗне кӗме пултарайӑр-и? » «Пултаратпӑр», – тенӗ ывӑлӗсем. 23 «Эпӗ ӗҫес асап куркине сире те ӗҫме лекӗ, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе сире те тӗне кӗме тивӗ , анчах Хамран сылтӑм енне те, сулахай енне те лартаканӗ Эпӗ мар. Аттем вӑл вырӑнсене кам валли хатӗрленӗ, ҫавсем ларӗҫ». 24 Ҫак сӑмахсене илтсен тепӗр вунӑ вӗренекенӗ икӗ пӗртӑвана питӗ тарӑхса кайнӑ. 25 Иисус вара вӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Халӑхсен патшисем халӑхпа хуҫаланнине, пуҫлӑхсем те халӑха пӑхӑнтарнине эсир пӗлетӗр. 26 Сирӗн хушшӑрта вара апла пулмалла мар: хӑвӑр хушшӑрта асли пулас текенӗн ыттисемшӗн тарҫӑ пулмалла. 27 Хӑвӑр хушшӑрта малти пулас текенӗн ыттисемшӗн чура пулмалла. 28 Этем Ывӑлӗ те Хӑйшӗн тӑрӑштарма килмен, Хӑй ҫынсемшӗн тӑрӑшас тесе, нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнӗ».
Икӗ суккӑра сыватни
(Мк. 10:46-52; Лк. 18:35-43)
29 Иисуспа вӗренекенӗсем Иерихон ятлӑ хуларан тухнӑ чухне Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. 30 Ҫавӑнта ҫул хӗрринче ларакан икӗ суккӑр ҫын Иисус иртсе пырать тенине илтсен: «Эй, Хуҫамӑр, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑра пуҫланӑ. 31 Халӑх вӗсене шӑпланма хушнӑ, анчах лешсем тата хыттӑнрах: «Эй, Хуҫамӑр, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑрнӑ. 32 Вара Иисус чарӑннӑ та суккӑрсене ҫывӑхарах чӗнсе илсе: «Эсир Манран мӗн ыйтасшӑн?» – тенӗ. 33 «Эй, Хуҫамӑр! Пирӗн куракан пуласчӗ», – тенӗ Ӑна суккӑрсем. 34 Иисус, хӗрхенсе, вӗсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те, икӗ суккӑр ҫын ҫав самантрах куракан пулнӑ. Вара вӗсем те Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
21Иисус Христос Иерусалим хулине кӗни
(Мк. 11:1-11; Лк. 19:28-38; Ин. 12:12-19)
1 Иисуспа вӗренекенӗсем Иерусалималла ҫывхарса пынӑ. Ҫавӑн чухне, Елеон тӑвӗ патӗнчи Виффагине ҫитсен, Иисус икӗ вӗренекенне 2 ҫапла хушса янӑ: «Ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр, кӗнӗ-кӗменех эсир унта тихаллӑ, кӑкарса хунӑ ашак амине курӑр. Эсир ӑна вӗҫертсе Ман патӑма ҫавӑтса килӗр. 3 Кам та пулин сире: „Мӗн хӑтланатӑр?“ – тесен, эсир ашаксем Хуҫамӑра кирлӗ тесе тавӑрӑр, вара сире вӗсене тӳрех парса ярӗҫ». 4 Ҫакӑ пӗтӗмпех Турӑ пророк урлӑ калани пурнӑҫланма пулса иртнӗ. Пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: 5 «Сион хӗрне калӑр: акӑ йӑваш кӑмӑллӑ Патшу сан патна тихаллӑ, ӗҫе кӳлӗннӗ ашак ами ҫине утланса ҫывхарать». 6 Вӗренекенӗсем вара яла кайнӑ та Иисус хушнӑ пек тунӑ. 7 Ашак амипе тихине ҫавӑтса пырса, вӗсем хӑйсен тумтирӗсене ашаксем ҫине хунӑ, Иисус ҫав тумтирсем ҫине ларнӑ. 8 Темӗн чухлӗ халӑх хӑйсен тумтирӗсене Иисус умне ҫул тӑрӑх сарса пынӑ, теприсем тата йывӑҫ турачӗсем касса ҫул тӑрӑх пӑрахса пынӑ. 9 «Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна ! Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ! Ҫӳл тӳпере те осанна!» – тесе кӑшкӑрнӑ Иисус умӗнче те, хыҫӗнче те пыракан халӑх. 10 Иисус Иерусалима пырса кӗрсен пӗтӗм хула хускалса кайнӑ. «Кам-ши Ку?» – тӗлӗнсе каланӑ хула халӑхӗ. 11 «Ку вӑл Иисус, Галилейӑри Назаретран тухнӑ Пророк», – тенӗ ҫынсем.
Иисус Турӑ Ҫуртӗнчи сутуҫӑсене хӑваласа кӑларни
(Мк. 11:15-19; Лк. 19:45-48; Ин. 2:13-22)
12 Иисус Турӑ Ҫуртне пынӑ та суту-илӳ тӑвакансене пурне те унтан хӑваласа кӑларса янӑ. Вӑл укҫа улӑштаракансен сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансен тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере тухнӑ. 13 «Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Манӑн ҫуртӑма кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ“. Эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ», – тенӗ вӗсене Иисус. 14 Турӑ Ҫуртӗнче Ун патне суккӑрсемпе уксах-чӑлахсем пынӑ, Иисус вӗсене сыватнӑ. 15 Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем тунине курсан тата ачасем те: «Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна!» – тесе мухтаса кӑшкӑрнине илтсен аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем питӗ ҫилленсе кайнӑ. 16 «Ҫаксем Сан пирки мӗн каланине илтетӗн-и?» – тенӗ вӗсем Иисуса. «Илтетӗп, – хуравланӑ Иисус, – „пӗчӗк ачасемпе кӑкӑр ачисен чӗлхи-ҫӑварӗпе Хӑвна мухтава кӑларӑн“ тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна нихӑҫан та вуламан-им?» 17 Вара Иисус вӗсене пӑрахса кайнӑ та хуларан тухса Вифанире ҫӗр каҫнӑ.
Смоква йывӑҫҫине ылханни. Ӗненӳ вӑйӗ
(Мк. 11:12-14, 20-24)
18 Ирхине хулана тавӑрӑннӑ чухне Унӑн ҫиес килсе кайнӑ. 19 Вӑл ҫул хӗрринче смоква йывӑҫҫине асӑрханӑ. Иисус йывӑҫ патнерех пынӑ та ун ҫинче ҫулҫӑсӑр пуҫне урӑх ним те тупайман. «Сан ҫинче текех ӗмӗрне те ҫимӗҫ ан пултӑр», – тенӗ Иисус смоква йывӑҫҫине. Смоква ҫав самантрах хӑрса ларнӑ. 20 Ҫакна курсан вӗренекенӗсем тӗлӗнсех кайнӑ. «Епле-ха смоква йывӑҫҫи пӗр самантрах хӑрса ларчӗ?» – тенӗ вӗсем. 21 «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене, – эсир ӗненӳллӗ пулсан, иккӗленмесен, Эпӗ смоква йывӑҫҫипе мӗн тунине кӑна тумӑр-ха. Енчен те эсир ҫак тӑва: „Вырӑнунтан тапран та тинӗсе кӗрсе ӳк“, – тесен, ҫапла пулӗ те. 22 Эсир кӗлӗ тунӑ чухне ӗненсе кирек мӗн ыйтсан та, ыйтнине йӑлтах илӗр».
Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?
(Мк. 11:27-33; Лк. 20:1-8)
23 Иисус Турӑ Ҫуртне пырса ҫынсене вӗрентнӗ чух Ун патне аслӑ священниксемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ. «Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?» – тесе ыйтнӑ вӗсем. 24 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Манӑн та сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтмалли пур: эсир Мана каласан, Эпӗ те ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каласа парӑп. 25 Иоанн шыва кӗртни ӑҫтан пулнӑ: ҫӳлтен-и е этемрен?» Лешсем вара пӗр-пӗринпе канашлама пуҫланӑ: «„Ҫӳлтен“, – тесен, Вӑл пире: „Апла эсир Иоана мӗншӗн ӗненмерӗр?“ – тейӗ. 26 „Этемрен“, – теес, халӑхран хӑратпӑр, мӗншӗн тесен пурте Иоана пророк тесе шутлаҫҫӗ“». 27 «Пӗлместпӗр», – тенӗ вара вӗсем Иисуса. «Эппин Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп», – тавӑрнӑ Иисус вӗсене.
Икӗ ывӑл ҫинчен каланӑ ытарлӑх
28 «Эсир тата ҫак ӗҫ-пуҫ пирки мӗн каланӑ пулӑттӑр? Пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ. Вӑл пӗрин патне пынӑ та ҫапла каланӑ: „Ачам, паян иҫӗм ҫырли пахчине кайса ӗҫле-ха“. 29 „Каяс килмест“, – тенӗ ывӑлӗ. Анчах та тепӗртакран, ӳкӗнсе, ӗҫлеме кайнӑ. 30 Ашшӗ тепӗр ывӑлӗ патне пынӑ та ҫав ӗҫех тума хушнӑ. „Юрӗ, аттем“, – тенӗ ывӑлӗ, анчах хӑй кайман. 31 Икӗ ывӑлӗнчен хӑшӗ ашшӗ ирӗкне пурнӑҫланӑ?» «Пӗрремӗшӗ», – тенӗ Ӑна. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене, – налук пухакансемпе аскӑн хӗрарӑмсем Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен маларах кӗрӗҫ. 32 Мӗншӗн тесен сирӗн патӑра тӳрӗлӗх ҫулӗпе Шыва кӗртекен Иоанн килчӗ те, эсир ӑна ӗненмерӗр. Налук пухакансемпе аскӑн хӗрарӑмсем вара ӑна ӗненчӗҫ. Ҫавна курнӑ хыҫҫӑн та эсир ӗненесчӗ тесе ӳкӗнмерӗр».
Усал пахчаҫӑсем ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мк. 12:1-12; Лк. 20:9-19)
33 «Тата тепӗр ытарлӑх итлесемӗр. Пӗр кил хуҫи пулнӑ. Вӑл иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Унтан вӑл сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑч чавнӑ тата хурал пӳрчӗ лартнӑ. Вара пахчине тара тытнӑ пахчаҫӑсене парса хӑварнӑ та хӑй урӑх ҫӗре кайнӑ. 34 Ҫырла татма вӑхӑт ҫитсессӗн хайхи хуҫа хӑйӗн тарҫисене пахчаҫӑсем патне хӑйӗн ҫырлине илме янӑ. 35 Анчах та лешсем унӑн тарҫисене ярса тытнӑ та хӑшне хӗнесе тӑкнӑ, хӑшне ҫапса пӑрахнӑ, хӑшне тата чулпа пере-пере вӗлернӗ. 36 Хуҫа вара урӑх тарҫисене янӑ. Вӗсем малтанхисенчен те йышлӑрах пулнӑ, анчах та пахчаҫӑсем кусемпе те ҫаплах хӑтланнӑ. 37 Юлашкинчен хуҫи вӗсем патне ывӑлне янӑ. „Ывӑлӑмран вӑтанӗҫех“, – тесе шухӑшланӑ вӑл. 38 Пахчаҫӑсем вара хуҫа ывӑлне курсанах пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: „Ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла, атьӑр ӑна вӗлерер те вӑл илес еткере хамӑр илер“. 39 Вара ӑна тытнӑ та пахчаран илсе тухса вӗлернӗ. 40 Ӗнтӗ пахча хуҫи килсен ҫав пахчаҫӑсене мӗн тӑвӗ?» 41 «Ҫав усал тӑвакансене усал вилӗмпе вӗлерттерӗ те пахчине урӑххисене, ҫимӗҫе вӑхӑтра парса тӑракан пахчаҫӑсене, тара парӗ», – тенӗ Ӑна. 42 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «„Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ; ҫакна Хуҫамӑр турӗ, ҫакна эпир пӑхса ытараймастпӑр“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна нихӑҫан та вуламан-и? 43 Ҫавӑнпа калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен туртса илӗҫ те ӑна тивӗҫлӗ ҫимӗҫ кӳрекен халӑха парӗҫ. 44 Ҫав чул ҫине ӳкекен арканӗ. Чулӗ хӑй кам ҫине ӳкӗ, ӑна лапчӑтса пӑрахӗ ». 45 Унӑн ытарлӑхӗсене илтсессӗн аслӑ священниксемпе фарисейсем Иисус хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ. 46 Вара вӗсем Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем Ӑна Пророк тесе шутланӑ.
22Туй ӗҫки-ҫики ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Лк. 14:15-24)
1 Иисус вӗсене татах ытарлӑн каласа вӗрентме пуҫланӑ: 2 «Ҫӳлти Патшалӑх хӑйӗн ывӑлне туй ӗҫки-ҫики туса паракан патша евӗрлӗ. 3 Вӑл хӑйӗн чурисене туя чӗнсе хунисене йыхрав тума янӑ, анчах лешсем пырасшӑн пулман. 4 Вара патша урӑх чурисене ҫапла каласа янӑ: „Чӗнсе хунисене калӑр: ӗҫкӗм-ҫикӗм хатӗр ӗнтӗ, вӑкӑрсемпе самӑртнӑ выльӑхсене те пустартӑм, йӑлтах хатӗр, туя килме кӑмӑл тусамӑр“. 5 Чӗнсе хунисем вара, йыхравланине хисепе хумасӑр, хӑшӗ – хӑйӗн хирне, хӑшӗ суту-илӳ тума кайнӑ. 6 Теприсем тата хайхи чурасене ярса тытнӑ та мӑшкӑл туса вӗлернӗ. 7 Ҫакӑн ҫинчен илтсен патша питӗ ҫилленсе кайнӑ. Вара хӑйӗн ҫарне ярса ҫав ҫын вӗлеренсене хӑйсене те вӗлерттернӗ, хулине ҫунтарса яма хушнӑ. 8 Унтан вӑл чурисене ҫапла каланӑ: „Ӗҫкӗ-ҫикӗм хатӗр ӗнтӗ, анчах чӗнсе хунисем тивӗҫлӗ пулмарӗҫ. 9 Ӗнтӗ ҫул юпписене тухӑр та кама тӗл пулатӑр, пурне те туя чӗнӗр“. 10 Вара чурисем ҫул-йӗрсем ҫине тухнӑ та тӗл пулнисене пурне те – усаллисене те, ыррисене те – чӗнсе пынӑ. Ӗҫкӗ-ҫикӗре хӑна-вӗрле туллиех пулнӑ. 11 Патша, хӑнисене курма кӗрсен, унта туй тумтирӗ тӑхӑнман пӗр ҫынна асӑрханӑ. 12 „Тусӑм, епле эсӗ туй тумтирӗсӗрех кунта килтӗн?“ – тенӗ ӑна патша. Лешӗ чӗнмен. 13 Вара патша тарҫисене ҫапла каланӑ: „Ҫакӑн алли-урине ҫыхӑр та ӑна тула, тӗттӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр. Унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ. 14 Мӗншӗн тесен чӗнсе хунисем нумай та, суйласа илнисем сахал“».
Рим патшине тӳлемелли налук
(Мк. 12:13-17; Лк. 20:20-26)
15 Ҫакӑн хыҫҫӑн фарисейсем кайнӑ та Вӑл каланинче епле те пулин айӑпламалли сӑлтав тупасчӗ тесе канаш тунӑ. 16 Хайхисем Ун патне хӑйсен вӗренекенӗсемпе Ирод майлисене янӑ. «Вӗрентекен, – тенӗ вӗсем Иисуса, – Эсӗ тӳрӗлӗхлӗ пулнине, чӑнах та Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентнине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ никама та юрама тӑрӑшмастӑн, мӗншӗн тесен ҫынна кам пулнине кура хакламастӑн. 17 Эппин каласам пире: эпир Рим патшине налук пани тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и? Эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн?» 18 Анчах та Иисус, вӗсен чеелӗхне пӗлсе тӑрса, ҫапла каланӑ: «Мӗн эсир Мана илӗртсе тӗрӗслетӗр, икӗ питлӗскерсем? 19 Налук тӳлемелли укҫӑра Мана кӑтартӑр-ха». Лешсем Ун патне пӗр динарийлӗх укҫа илсе пынӑ. 20 Иисус вӗсене каланӑ: «Ҫакӑнта кам сӑнне ҫаптарнӑ, кам ятне ҫырнӑ?» 21 «Патшанне», – тенӗ лешсем. Вара Вӑл ҫапла каланӑ: «Эппин патшанне патшана парӑр, Туррӑнне – Турра». 22 Ҫакна илтсен, тӗлӗннипе шалтах аптӑраса, вӗсем Ун патӗнчен тухса кайнӑ.
Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен ыйтни
(Мк. 12:18-27; Лк. 20:27-40)
23 Ҫав кунах Иисус патне вилнисем чӗрӗлессе ӗненмен саддукейсем пынӑ. Вӗсем Унран ыйтнӑ: 24 «Вӗрентекен! Моисей ҫапла каланӑ пулнӑ: „Кам та пулин вилсен, унран ача-пӑча юлмасан, шӑллӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, пиччӗшӗн йӑхне тӑстӑр“. 25 Пирӗн патра ҫичӗ пӗртӑван пурччӗ: асли авланчӗ те ача-пӑчасӑрах вилчӗ, арӑмӗ вара шӑллӗне юлчӗ. 26 Иккӗмӗшӗ те, виҫҫӗмӗшӗ те, пурте – ҫиччӗмӗшӗ таранах – ҫапла вилсе пычӗҫ. 27 Пуринчен кайран арӑмӗ те вилчӗ. 28 Ӗнтӗ вилнисем чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитсен вӑл ҫиччӗшӗнчен хӑшӗн арӑмӗ пулӗ ӗнтӗ? Вӑл пуринпе те пурӑннӑ-ҫке-ха». 29 Иисус вӗсене хуравланӑ: «Эсир Ҫырнине те, Турӑ хӑватне те пӗлмен пирки аташатӑр. 30 Чӗрӗлсе тӑнисем авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ, вӗсем тӳпери Туррӑн ангелӗсем пек пулаҫҫӗ. 31 Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки вара Турӑ сире каланӑ ҫак сӑмахсене эсир вуламан-им? 32 „Эпӗ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – темен-им Вӑл? Турӑ вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри». 33 Ҫакна илтсен халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
Чи аслӑ пил-хушу
(Мк. 12:28-34; Лк. 10:25-28)
34 Иисус саддукейсен ҫӑварне хуплани ҫинчен илтсен фарисейсем пӗр ҫӗре пухӑннӑ. 35 Вӗсенчен пӗри, саккун вӗрентӳҫи, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе ҫапла ыйтнӑ: 36 «Вӗрентекен, саккунри чи аслӑ пил-хушу хӑшӗ?» 37 Иисус вара ӑна каланӑ: «„Хуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунран, пӗтӗм ӑс-халтан юрат“. 38 Ҫакӑ – чи малтанхи тата чи аслӑ пил-хушу. 39 Иккӗмӗшӗ те ҫавнашкалах аслӑ: „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат“. 40 Моисей саккунӗпе пророксен сӑмахӗ пӗтӗмпех ҫак икӗ пил-хушу ҫинче никӗсленсе тӑрать».
Турӑ Суйласа илни кам йӑхӗнчен пулмалла?
(Мк. 12:35-37; Лк. 20:41-44)
41 Фарисейсем пухӑнса ҫитсен Иисус вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: 42 «Турӑ Суйласа илни ҫинчен эсир мӗн шухӑшлатӑр? Кам йӑхӗнчен пулмалла Вӑл?» «Давид йӑхӗнчен», – тенӗ Ӑна. 43 Иисус вӗсене каланӑ: «Епле-ха эппин Давид, Турӑ Сывлӑшӗн витӗмӗпе, Ӑна Хуҫам тет? Давид ҫапла каланӑ вӗт-ха: 44 „Хуҫамӑр манӑн Хуҫама каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче, хисеплӗ вырӑнта лар“. 45 Ҫапла вара, Давид Ӑна Хуҫам тет пулсан, епле-ха Вӑл унӑн йӑхӗнчен пулма пултарать?» 46 Иисуса хирӗҫ никам та пӗр сӑмах та калайман. Ҫав кунран пуҫласа вара Иисуса ыйтусем пама никам та хӑяйман.
23Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисенчен асӑрхаттарни
(Мк. 12:38-40; Лк. 11:37-52; 20:45-47)
1 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус пухӑннӑ халӑха тата вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: 2 «Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Моисей ларнӑ вырӑна йышӑннӑ. 3 Ҫавӑнпа вӗсем сире мӗн каланине итлӗр, хушнине пурнӑҫласа тӑрӑр. Анчах та вӗсем пек ан хӑтланӑр: вӗсем хӑйсем каланине хӑйсем те тумаҫҫӗ. 4 Вӗсем ҫынсен ӗнси ҫине чӑтма ҫук йывӑр ҫӗклем хураҫҫӗ, анчах та хӑйсем пӳрнине те хускатасшӑн мар. 5 Тӑвакан мӗн пур ӗҫӗсене те вӗсем ҫынсене кӑтартма ҫеҫ тӑваҫҫӗ: сыхлӑх хӑюсене сарлакалатсах пыраҫҫӗ, аркӑ вӗҫӗнчи ҫӳҫисене те вӑрӑмлатсах пыраҫҫӗ. 6 Вӗсем ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма, синагогӑра малта ларма юратаҫҫӗ, 7 халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑйсене саламланине тата ҫынсем хӑйсене: „Вӗрентекен! Вӗрентекен!“ – тесе чӗннине килӗштереҫҫӗ. 8 Эсир вара хӑвӑра „вӗрентекен“ тесе ан калаттарӑр, мӗншӗн тесен сирӗн Вӗрентекенӗр пӗрре – Христос, хӑвӑр хушшӑрта вара эсир пурте тӑвансем. 9 Ҫӗр ҫинче никама та хисеплесе „атте“ тесе ан калӑр, мӗншӗн тесен унашкал хисеплӗ ята тивӗҫли – пӗртен-пӗр Ҫӳлти Аҫӑр. 10 Хӑвӑра „ӑс паракан“ тесе те ан калӑр, мӗншӗн тесен сирӗн пӗртен-пӗр Ӑс Паракан – Христос. 11 Хӑвӑр хушшӑрта асли сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр. 12 Мӗншӗн тесен кам хӑйне асла хурать, ҫав кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ.
13 Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир ҫынсене Ҫӳлти Патшалӑха кӗме пӳлсе тӑратӑр; хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗме памастӑр.
14 Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир тӑлӑх арӑмсене кил-ҫуртсӑр хӑваратӑр тата ҫын умӗнче юриех чылайччен кӗлтӑватӑр. Ҫавӑншӑн сире тата йывӑртарах айӑплав пулӗ .
15 Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗр ҫынна та пулин хӑвӑр енне ҫавӑрасшӑн шывпа-ҫӗрпе нумай ҫул ҫӳретӗр. Ҫавӑрсан вара эсир ҫав ҫынна хӑвӑртан икӗ хут ытларах усала кӑларатӑр, унран тамӑк ачи туса хуратӑр.
16 Хуйхӑ пулӗ сире, суккӑр ертӳҫӗсем! „Турӑ Ҫурчӗпе тупа тӑвакана нимӗн те пулмасть, Турӑ Ҫурчӗн ылтӑнӗпе тупа тӑвакан – айӑплӑ“, – тетӗр эсир. 17 Эй, ӑссӑрсем, суккӑрсем! Мӗн пахарах: ылтӑн-и е ылтӑна сӑваплӑ тӑвакан Турӑ Ҫурчӗ-и? 18 Тата ҫапла калатӑр: „Парне вырӑнӗпе тупа тӑвакана нимӗн те пулмасть, унта кӳнӗ парнепе тупа тӑвакан – айӑплӑ“. 19 Эй, ӑссӑрсем, суккӑрсем! Мӗн пахарах: парне-и е ӑна сӑваплӑ тӑвакан парне вырӑнӗ-и? 20 Ҫапла вара парне вырӑнӗпе тупа тӑвакан унпа та, ун ҫинчи парнесемпе те тупа тӑвать. 21 Турӑ Ҫурчӗпе тупа тӑвакан унпа та, унта Пурӑнаканпа та тупа тӑвать. 22 Пӗлӗтпе тупа тӑвакан Туррӑн Престолӗпе те, ун ҫинче Лараканпа та тупа тӑвать.
23 Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗтнӗк курӑкӗн, энӗс курӑкӗн, калемпӗр курӑкӗн вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑр, анчах саккунри чи кирлине – тӗрӗслӗхлӗ, хӗрхенӳллӗ, ӗненӳллӗ пулассине – сиктерсе хӑваратӑр. Сирӗн ҫакна та туса тӑмалла, лешне те манмалла мар. 24 Эй, суккӑр ертӳҫӗсем! Вӑрӑм туна кӗрсе каясран эсир сӗрсе ӗҫетӗр, тӗвене вара ҫӑтса яратӑр.
25 Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, вӗсен ӑшӗ вара ҫӑткӑнлӑхпа, тӗрӗсмарлӑхпа тулнӑ. 26 Эй, суккӑр фарисей! Чашӑк-тирӗк тулашӗ таса пултӑр тесен малтан ӑшне тасат.
27 Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир сӑрланӑ тупӑклӑхсем евӗрлӗ: тулашӗнчен вӗсем хитрен курӑнаҫҫӗ, ӑшӗнче вара вилнисен шӑмми-шакки, тӗрлӗ тасамарлӑх тулса ларнӑ. 28 Эсир те ҫавнашкалах: пӑхма тӳрӗ ҫын пек курӑнатӑр, ӑшӑр вара ултавлӑхпа, йӗркесӗрлӗхпе тулса ларнӑ.
29 Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир ӗлӗкхи пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр, тӳрӗ пурӑннисен палӑкӗсене илемлететӗр. 30 „Эпир мӑн асаттесен саманинче пурӑннӑ пулсан вӗсем пророксен юнне юхтарнӑ ҫӗре хутшӑнман пулӑттӑмӑр“, – тетӗр эсир. 31 Ҫапла майпа эсир хӑвӑр ҫинчен хӑвӑрах пророксене вӗлерекенсен ачисем, вӗсен ӗҫне тӑсакансем пулнине ҫирӗплетсе пӗлтеретӗр. 32 Аслаҫӑрсем туса пӗтерейменнине эсир туса пӗтерӗр ӗнтӗ. 33 Эй, ҫӗленсем, ҫӗлен ҫурисем! Хӑвӑра тамӑк вутне кӗме суд тӑвасран хӑтӑлса юлма пулать тетӗр-и? 34 Ӗнтӗ Эпӗ сирӗн патӑра пророксене, ӑсчахсене, вӗрентекенсене яратӑп. Эсир вӗсенчен хӑшне-пӗрне вӗлерӗр, пӑталӑр; хӑшне-пӗрне хӑвӑр синагогӑсенче чӗн пушӑпа ҫаптарӑр, хуларан хулана тарса ҫӳремеллех хӗсӗрлӗр. 35 Ҫапла майпа тӳрӗ пурӑннӑ Авель юнӗнчен пуҫласа Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче, парне вырӑнӗ умӗнче, хӑвӑр вӗлернӗ Варахия ывӑлӗ Захария юнӗ таранах, ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ҫынсем тӑкнӑ мӗн пур юншӑн сире явап тытма лекӗ. 36 Чӑн калатӑп сире: ҫавсемшӗн пуриншӗн те ҫак ӑрӑва айӑплав пулӗ».
Иисус Иерусалимшӑн кулянни
(Лк 13:34-35)
37 «Эй, Иерусалим, Иерусалим! Пророксене пӗтерекен, ху патна янисене чулпа пере-пере вӗлерекен хула! Чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тытӑнтӑм, анчах та эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр! 38 Ӗнтӗ ҫуртӑр пушанса юлать. 39 Калатӑп сире: „Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!“ – тесе кӑшкӑрас вӑхӑтчен Мана урӑх кураймӑр».
24Турӑ Ҫуртне аркатасси тата тӗнче пӗтесси ҫинчен
(Мк. 13:1-13; Лк. 21:5-19)
1 Иисус Турӑ Ҫуртӗнчен тухнӑ та ҫулпа утса пынӑ. Ҫавӑн чухне, Ӑна Турӑ Ҫурчӗпе хуралтисене кӑтартас тесе, Ун патне вӗренекенӗсем пынӑ. 2 «Ҫак ҫуртсене куратӑр-и? – тенӗ вӗсене Иисус. – Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта чул ҫинче чул та юлмӗ, йӑлтах аркатӗҫ».
3 Елеон тӑвӗ ҫинче ларнӑ чухне Ун патне вӗренекенӗсем пӗр хӑйсем кӑна пынӑ та ҫапла ыйтнӑ: «Каласамччӗ пире: вӑл хӑҫан пулӗ? Эсӗ тепӗр хут килессе тата ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑта мӗнле паллӑ тӑрӑх пӗлмелле?» 4 Иисус вӗсене ҫапла тавӑрнӑ: «Хӑвӑра кам та пулин илӗртсе улталасран асӑрханӑр. 5 Мӗншӗн тесен Ман ятӑмпа килекенсем нумай пулӗҫ, „эпӗ – Христос“ тесе вӗсем чылайӑшне улталӗҫ. 6 Тата сирӗн вӑрҫӑсем ҫинчен илтмелле, вӑрҫӑ хыпарӗсем илмелле пулӗ. Астӑвӑр, хӑраса ан ӳкӗр, мӗншӗн тесен ҫавсен пурин те пулмалла, анчах ку пӗтес вӑхӑт мар-ха. 7 Халӑх ҫине халӑх тапӑнӗ, патшалӑх ҫине патшалӑх вӑрҫӑпа тухӗ; вырӑнӑн-вырӑнӑн выҫлӑх ҫулсем, вӗлерекен чир-чӗрсем, ҫӗр чӗтреннисем пулӗҫ. 8 Ҫапах та ҫаксем пурте – хӗн-хур пуҫламӑшӗ кӑна-ха. 9 Ун чухне сире асаплантарма тытса парӗҫ, сире вӗлерӗҫ, Ман ятӑмшӑн сире пӗтӗм тӗнче курайми пулӗ. 10 Ҫавӑн чухне чылайӑшӗ Мана ӗненме пӑрахӗҫ, пӗр-пӗрне сутӗҫ, пӗр-пӗрне курайми пулӗҫ. 11 Суя пророксем нумай килӗҫ, чылайӑшне илӗртсе улталӗҫ. 12 Йӗркесӗрлӗх вӑйланса пынӑҫемӗн ҫынсем пӗр-пӗринчен сивӗнӗҫ. 13 Кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ. 14 Вара мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ. Пӗтес вӑхӑт ҫавӑн чухне ҫитӗ».
Хӑрушӑ асап-хуйхӑ ҫитесси ҫинчен
(Мк. 13:14-23; Лк. 21:20-24)
15 «Ҫапла вара, Турӑ Даниил пророк урлӑ калани ҫитсен, сӑваплӑ вырӑн ирсӗрлӗхпе юхӑнса тӑнине курсан, – вулакан ҫакна ӑнлантӑр, – 16 вара Иудея халӑхӗ тусем ҫине тартӑр. 17 Кил хушшинчи ҫын япала таврашӗ илес тесе пӳрте кӗрсе-туса ан тӑтӑр. 18 Хирти ҫын та тумтир таврашӗ илес тесе каялла ан тавӑрӑнтӑр. 19 Ҫав кунсенче йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене, кӑкӑр ҫитерекен амӑшӗсене пысӑк хуйхӑ пулӗ. 20 Хӑвӑр тарас вӑхӑт хӗллене е шӑмат куна ан килтӗрччӗ тесе кӗлтӑвӑр. 21 Мӗншӗн тесен ун чухне хӑрушӑ асап-хуйхӑ пулӗ. Унашкалли халиччен тӗнче пуҫланнӑранпа та пулман, пулас та ҫук. 22 Турӑ асап кунӗсен шутне чакарман пулсан, никам та ҫӑлӑнса юлаяс ҫукчӗ. Анчах та Хӑй суйласа илнисене хӗрхенсе Турӑ ҫав кунсен шутне чакарӗ. 23 Ҫавӑн чухне кам та пулин сире: „Христос акӑ кунта“ е „Авӑ унта“, – тесен ан ӗненӗр. 24 Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен, суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ. 25 Ҫаксем пирки Эпӗ сире малтанах каласа хурас терӗм. 26 Ҫапла вара: „Авӑ, Христос пуш хирте“, – тенине илтсен курма ан тухӑр, „Авӑ, Христос шалти пӳлӗмсенче“, – тенине илтсен те ан ӗненӗр. 27 Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ хӗвел тухӑҫӗнчен пуҫласа хӗвел анӑҫне ҫитичченех ялтӑраса тӑракан ҫиҫӗм пек курӑнса килӗ. 28 Виле выртакан вырӑна ӑмӑрт кайӑксем пуҫтарӑнӗҫ».
Этем Ывӑлӗ килесси ҫинчен
(Мк. 13:24-27; Лк. 21:25-28)
29 «Ҫав асап кунӗсем хыҫҫӑнах хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх ҫути сӳнӗ. Тӳпери ҫӑлтӑрсем ӳкӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ. 30 Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ, вара ҫӗр ҫинчи мӗн пур халӑхсем кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ. Вӗсем тӳпери пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑ та аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ. 31 Вара, вӑйлӑ труба сасси янӑраса кайсан, Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ, вӗсем тӗнчен тӑватӑ енчен те, пӗлӗтӗн пӗр хӗрринчен пуҫласа тепӗр хӗррине ҫитичченех Унӑн суйласа илнӗ ҫыннисене пухӗҫ».
Смоква йывӑҫҫипе танлаштарни
(Мк. 13:28-31; Лк. 21:29-33)
32 «Илер-ха, тӗслӗхрен, смоква йывӑҫҫине. Унӑн турачӗсем папка кӑларса ешере пуҫласан, эсир ҫу ҫывхарнине пӗлетӗр. 33 Ҫавнашкалах эсир те, Эпӗ калани пурнӑҫланса пынине курсан, ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарнине, алӑк умнех ҫитнине пӗлсе тӑрӑр. 34 Чӑн калатӑп сире: ҫавсем пурте ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗҫ. 35 Ҫӗрпе пӗлӗт те пӗтӗ, Ман сӑмахӑмсенчен пӗри те пӗтмӗ.
36 Ҫавӑ хӑш кун, хӑш сехетре пуласса Атте Турӑсӑр пуҫне никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ. 37 Ной вӑхӑтӗнче епле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килнӗ чух та ҫаплах пулӗ. 38 Ҫӗре шыв иличченхи кунсенче, Ной карап ҫине ларичченех, ҫынсем ӗҫсе ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ. 39 Ҫӗр питне шыв илсе пурне те пӗтеричченех ун ҫинчен никам та шухӑшламан. Этем Ывӑлӗ килесси те ҫаплах пулӗ. 40 Ун чухне хирте ӗҫлекен икӗ ҫынран пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ. 41 Ал арманӗпе авӑртакан икӗ хӗрарӑмран пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ».
Хатӗр тӑма чӗнни
42 «Ҫапла вара, сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен Хуҫӑр хӑш самантра килессине пӗлместӗр. 43 Анчах та эсир ҫакна пӗлетӗр: вӑрӑ хӑҫан килессе кил хуҫи пӗлес пулсассӑн ҫав вӑхӑтра вӑл сыхӑ тӑрӗччӗ, хӑй ҫуртне ҫӗмӗрсе кӗме памӗччӗ. 44 Ҫавӑнпа эсир те хатӗр тӑрӑр, мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман вӑхӑтра килӗ».
Шанчӑклӑ тата шанчӑксӑр чурасем ҫинчен
(Лк. 12:41-48)
45 «Кам шанчӑклӑ та ӑслӑ чура? Калӑпӑр, хуҫи хӑйӗн ытти тарҫисене пӑхса тӑма, вӑхӑтра апат ҫитерме пӗр чурине уйӑрса лартнӑ. 46 Хуҫи тавӑрӑннӑ чухне хушнине туса тӑракан чура телейлӗ пулӗ. 47 Чӑн калатӑп сире: хуҫи ӑна хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ. 48 Енчен те ҫав чура усал пулсан, хӑй ӑшӗнче: „Хуҫам халех килмӗ-ха“, – тесе, 49 хӑйӗн юлташӗсенех хӗнеме пуҫлӗ, ӗҫкӗҫсемпе ерсе кайса ӗҫсе ҫийӗ. 50 Хайхи чура хуҫи кӗтмен-туман вӑхӑтра тавӑрӑнӗ те, 51 ӑна асаплантарса вӗлерсе, унӑн шӑпине икӗ питлисемпе пӗрешкелех татса парӗ; унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ».
25Вунӑ хӗр ҫинчен каланӑ ытарлӑх
1 «Ун чухне Ҫӳлти Патшалӑх ҫутаткӑҫсем илсе кӗрӳ каччӑна хирӗҫ тухнӑ вунӑ хӗр евӗрлӗ пулӗ. 2 Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ ӑслӑ пулнӑ, пиллӗкӗшӗ – айван. 3 Айваннисем ҫутаткӑҫӗсене илнӗ, анчах ҫунтармалли ҫуне илмен. 4 Ӑслисем вара ҫутаткӑҫӗсене те, ҫунтармалли ҫу кӑкшӑмӗсене те илнӗ. 5 Кӗрӳ каччӑ час пырайманран хӗрсем ыйхӑласа ҫывӑрсах кайнӑ. 6 Ҫӗр варринче кӑшкӑрни илтӗнсе кайнӑ: „Кӗрӳ килет, хирӗҫ тухӑр!“ 7 Вара ҫав хӗрсем пурте вӑраннӑ та тӑрса ҫутаткӑҫӗсене йӗркене кӗртнӗ. 8 „Пирӗн ҫутаткӑҫсем сӳнме пуҫларӗҫ, пире ҫу парӑр-ха“, – тенӗ айваннисем ӑслисене. 9 Анчах та ӑслисем ҫапла тавӑрса каланӑ: „Парсассӑн ҫӑвӗ сире те, хамӑра та ҫитеймӗ. Ҫу сутакан патне кайӑр та хӑвӑр валли туянӑр“. 10 Вӗсем ҫу туянма кайсан кӗрӳ каччӑ пырса ҫитнӗ. Вара хатӗр тӑракан пилӗк хӗр унпа пӗрле туй пулас пӳрте кӗнӗ, унтан тарҫӑсем алӑка хупса хунӑ. 11 Тепӗртакран ҫу патне кайнӑ хӗрсем тавӑрӑннӑ та: „Хуҫамӑр! Хуҫамӑр! Уҫса кӗртсемччӗ пире!“ – тенӗ. 12 Анчах та каччӑ вӗсене ҫапла хуравланӑ: „Чӑн калатӑп сире: эпӗ сире пӗлместӗп“. 13 Ҫапла вара, – тенӗ ытарлӑха вӗҫлесе Иисус, – сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ хӑш кун, хӑш сехетре килессе пӗлместӗр».
Талант ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Лк. 19:11-27)
14 «Ун чухне ак ҫак ытарлӑхра каланӑ пек пулса иртӗ. Пӗр ҫын ют ҫӗр-шыва тухса каяс умӗн чурисене чӗнсе илнӗ те вӗсене хӑйӗн пурлӑхне пӑхса тӑма шанса хӑварнӑ. 15 Кашнин пултарулӑхне кура хайхи хуҫа пӗр тарҫине пилӗк талант кӗмӗл укҫа, теприне икӗ талант, тата теприне пӗр талант уйӑрса панӑ, хӑй часах ҫула тухса кайнӑ. 16 Пилӗк талант илни укҫине ӗҫе хывнӑ та татах пилӗк талант тупӑш тунӑ. 17 Ҫавнашкалах, икӗ талант илни те тата икӗ талант тунӑ. 18 Пӗр талант илни вара кайнӑ та хуҫи панӑ кӗмӗл укҫана ҫӗре чавса пытарнӑ. 19 Чылай вӑхӑт иртсен хуҫи тавӑрӑннӑ та чурасем укҫапа мӗн тунине тӗрӗсле пуҫланӑ. 20 Пилӗк талант илни тата тепӗр пилӗк талант илсе пынӑ та ҫапла каланӑ: „Хуҫам, эсӗ мана пилӗк талант парса хӑварнӑччӗ, акӑ эпӗ вӑл укҫапа тата пилӗк талант тупӑш турӑм“. 21 „Аван, ырӑ та шанчӑклӑ чурам, – тенӗ ӑна хуҫи. – Пӗчӗк тивӗҫе тӳрре кӑларнӑшӑн эпӗ сана пысӑк тивӗҫ шанса паратӑп. Халӗ хуҫупа пӗрле савӑн ӗнтӗ“. 22 Икӗ талант илни те пырса ҫапла каланӑ: „Хуҫам, эсӗ мана икӗ талант парса хӑварнӑччӗ, акӑ эпӗ вӑл укҫапа тата икӗ талант тупӑш турӑм“. 23 „Аван, ырӑ та шанчӑклӑ чурам, – тенӗ ӑна та хуҫи. – Пӗчӗк тивӗҫе тӳрре кӑларнӑшӑн эпӗ сана пысӑк тивӗҫ шанса паратӑп. Халӗ хуҫупа пӗрле савӑнах ӗнтӗ“. 24 Унтан пӗр талант илни ҫапла пырса каланӑ: „Хуҫам, эсӗ хытӑ чунлӑ ҫын иккенне эпӗ пӗлеттӗм: эсӗ акмасӑрах вырса илетӗн, сапмасӑрах пухса илетӗн. 25 Ҫавӑнпа та санран хӑранипе эсӗ панӑ таланта ҫӗре чавса пытартӑм, акӑ санӑн укҫу“. 26 „Эх, усал та кахал чура! – тавӑрнӑ ӑна хуҫи. – Эпӗ акмасӑрах вырнине, сапмасӑрх пухса илнине эсӗ пӗлнӗ. 27 Эппин ман укҫама усламҫӑсене памаллаччӗ, тавӑрӑнсан вара эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм. 28 Ӗнтӗ унран пӗр талантлӑх укҫине илӗр те вунӑ талантлӑ чурама парӑр. 29 Мӗншӗн тесен камӑн пур, ӑна татах парӗҫ, унӑн хушӑнсах пырӗ. Камӑн ҫук, мӗн пуррине те туртса илӗҫ. 30 Юрӑхсӑр чурана тулашри тӗттӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр, унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ». Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн: «Илтме хӑлха пурри илттӗр!» – тенӗ Иисус хыттӑн .
Пулас Суд
31 «Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе, мӗн пур святой ангелӗсемпе килсессӗн Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларӗ. 32 Ун умне вара пур халӑхсем те пухӑнӗҫ. Вӑл вӗсене, кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек, уйӑрӗ. 33 Сурӑхӗсене Вӑл Хӑйӗн сылтӑм енне, качакисене сулахай енне вырнаҫтарӗ. 34 Вара Патша сылтӑм енчисене ҫапла калӗ: „Эй, Аттем пилленисем, килӗр те тӗнчене пултарсанах сирӗн валли хатӗрленӗ Патшалӑха еткере илӗр. 35 Мӗншӗн тесен Эпӗ выҫӑ чухне эсир Мана ҫитертӗр, ӑш хыпнӑ чухне Мана ӗҫтертӗр, ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӑна пек йышӑнтӑр. 36 Тумтир кирлӗ чухне Мана тумлантартӑр, чирлӗ чухне Мана пӑхрӑр, тӗрмере ларнӑ чухне те Ман патӑма пырсах тӑтӑр“. 37 Вара сӑваплисем Ӑна ҫапла калӗҫ: „Эй, Хуҫамӑр, ҫиессӳ килнине курса хӑҫан эпир Сана ҫитертӗмӗр? Е ӗҫессӳ килнине курса хӑҫан ӗҫтертӗмӗр? 38 Эсӗ ҫул ҫӳренине курса хӑҫан хӑна пек йышӑнтӑмӑр? Тумтир ҫителӗксӗррине курса хӑҫан тумлантартӑмӑр? 39 Эсӗ чирлине, тӗрмерине курса хӑҫан Саншӑн тӑрӑшрӑмӑр?“ 40 „Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вӗсене Патша, – ҫаксене эсир Манӑн пӗр-пӗр кӗҫӗн тӑваншӑн тунӑ, апла ку Маншӑн туниех пулать“. 41 Унтан сулахай енчисене ҫапла калӗ: „Эй, ылханлӑскерсем! Шуйттанпа ӑна пулӑшаканӗсем валли хатӗрлесе хунӑ сӳнми тамӑк вутне кайӑр Ман патӑмран! 42 Мӗншӗн тесен ҫиессӗм килсен эсир Мана ҫитермерӗр, ӗҫессӗм килсен Мана ӗҫтермерӗр. 43 Ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӑна пек йышӑнмарӑр, тумтир кирлӗ чухне тумлантармарӑр. Эпӗ чирлӗ чухне, тӗрмере чухне Маншӑн тӑрӑшмарӑр“. 44 Вара вӗсем те ҫапла калӗҫ: „Эй, Хуҫамӑр! Санӑн ӗҫессӳ, ҫиессӳ килнине е ҫул ҫӳренине, е тумтирсӗррине, е чирлине, е тӗрмерине эпир хӑҫан куртӑмӑр, хӑҫан Сана пулӑшмарӑмӑр?“ 45 „Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вара Вӑл, – эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑванӑмсенчен пӗрне ырӑ туманни Мана ырӑ туманнипе пӗрех“. 46 Кусем вара ӗмӗрлӗх асапа кайӗҫ, сӑваплисем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗҫ».
26Иудейсем Иисуса хирӗҫ тунӑ кавар
(Мк. 14:1-2; Лк. 22:1-2; Ин. 11:45-53)
1 Ҫак сӑмахсене пурне те каласа пӗтерсен Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: 2 «Тепӗр икӗ кунран пасха уявӗ ҫитессе эсир пӗлетӗр. Ҫавӑн чухне Этем Ывӑлне пӑталама тытса парӗҫ». 3 Ҫав вӑхӑтра Каиафа ятлӑ аслӑ священник керменне аслӑ священниксем, саккун вӗрентӳҫисем тата халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пухӑннӑ. 4 Вӗсем Иисуса чеелӗхпе тытас та вӗлерес тесе кавар тунӑ. 5 Анчах та вӗсем ҫапла калаҫса татӑлнӑ: «Халӑх пӑлханмалла ан пултӑр тесен ку ӗҫе уяв вӑхӑтӗнче тӑвас мар».
Иисуса Вифанире ҫупа сӗрни
(Мк. 14:3-9; Ин. 12:1-8)
6 Пӗррехинче, Иисус Вифанири юхан-суранлӑ Симон килӗнче чухне, 7 пӗр хӗрарӑм Ун патне хаклӑ йышши мирӑ янӑ алебастр савӑт ҫӗклесе пынӑ. Иисус хӑналаннӑ чухнех ҫав хӗрарӑм Унӑн пуҫне ҫу сӗре пуҫланӑ. 8 Ҫакна курсан вӗренекенӗсем тарӑхса каланӑ: «Мӗне кирлӗччӗ кунашкал тӑкакланни? 9 Ку мирӑна пысӑк хакпа сутмаллаччӗ те укҫине чухӑнсене памаллаччӗ». 10 Анчах та Иисус, вӗсем кӑмӑлсӑррине асӑрхасан, ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӗрарӑма пӑшӑрхантаратӑр? Вӑл Маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ. 11 Чухӑнсем сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ сирӗнпе яланах пулас ҫук. 12 Ҫак хаклӑ ҫӑва Манӑн ӳтӗм ҫине юхтарса, хӗрарӑм Мана ҫӗре пытарма хатӗрлерӗ. 13 Чӑн калатӑп сире: ҫак Ырӑ Хыпара пӗтӗм тӗнчипех ӳкӗтлесе вӗрентсен те, пур ҫӗрте те, ҫак хӗрарӑм ятне асӑнсан, вӑл мӗн туни ҫинчен те калаҫӗҫ».
Иуда Искариот сутӑнчӑклӑхӗ
(Мк. 14:10-11; Лк. 22:3-6)
14 Ҫавӑн чухне Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда Искариот ятли, аслӑ священниксем патне кайнӑ. 15 «Иисуса сутнӑшӑн эсир мана мӗн парӑр?» – тенӗ Иуда вӗсене. Лешсем ӑна вӑтӑр кӗмӗл укҫа сӗннӗ. 16 Ҫавӑнтан вара вӑл Иисуса тытса пама меллӗ вӑхӑт шыранӑ.
Пасхӑна хатӗрленни
(Мк. 14:12-21; Лк. 22:7-14, 21-23; Ин. 13:21-30)
17 Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн малтанхи кунӗнчех вӗренекенӗсем Иисуса ҫапла пырса каланӑ: «Ху валли пасха апачӗ ӑҫта хатӗрлеме хушатӑн?» 18 Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене хулана пӗр ҫын патне кайма, ӑна Хӑйӗн сӑмахӗсене калама хушнӑ: «Манӑн вӑхӑтӑм ҫывхарчӗ, сан патӑнта Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пасха уявне тӑвас тетӗп». 19 Вӗренекенӗсем Иисус хушнӑ пек тунӑ, пасха апачӗ хатӗрлесе хунӑ. 20 Каҫ пулсан, Вӑл вун икӗ вӗренекенӗпе пӗрле ҫиме ларнӑ. 21 «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус каҫхи апат ҫинӗ чухне, – сирӗнтен пӗри Мана тытса парӗ». 22 Вӗренекенӗсем хуйха ӳкнӗ, вара кашниех Ӑна: «Хуҫамӑр, эпӗ мар пулӗ те?» – тенӗ. 23 «Манпа пӗр чашӑкран ҫиекенех Мана сутӗ, – тавӑрнӑ вара Иисус. 24 – Тепӗр тесен, Этем Ывӑлӗ Ҫырнинче палӑртса хунӑ ҫулпах пырать. Анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ пулӗ: ӑна ҫураличчен ҫуралманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ». 25 «Равви! Эпӗ мар пулӗ те?» – ыйтнӑ ҫавӑн чухне ӑна тытса пама килӗшнӗ Иуда. «Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн», – тенӗ ӑна Иисус.
Каҫхи вӑрттӑн апатлану
(Мк. 14:22-26; Лк. 22:15-20; 1 Кор. 11:23-25)
26 Вӗсем каҫхи апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса: «Илӗр, ҫийӗр, ҫакӑ – Манӑн Ӳтӗм», – тенӗ. 27 Унтан хӗрлӗ эрех курки илнӗ те Турра тав тунӑ, куркана вӗсене парса: «Пурте ӗҫӗр ҫакӑнтан, 28 ҫак хӗрлӗ эрех – Ҫӗнӗ Халала ҫирӗплетекен Манӑн Юнӑм, нумайӑшӗн ҫылӑхне каҫармашкӑн юхакан Юн. 29 Ӗнтӗ сире калатӑп: паянтан Эпӗ иҫӗм ҫырли эрехне Аттем Патшалӑхӗнче сирӗнпе пӗрле ҫӗнӗ эрех ӗҫес кунчченех урӑх ӗҫеймӗп». 30 Вара, Турра мухтаса юрланӑ хыҫҫӑн, Иисуспа вӗренекенӗсем Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ.
Петр тунасса Иисус малтанах калани
(Мк. 14:27-31; Лк. 22:31-34; Ин. 13:36-38)
31 Ҫавӑн чухне Иисус вӗренекенӗсене калать: «Кӗҫӗр эсир пурте Мана шанма пӑрахатӑр, мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Кӗтӳҫне пӗтерӗп те, кӗтӳри сурӑхсем саланса кайӗҫ“. 32 Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн вара Эпӗ Галилейӑра сирӗнтен те маларах пулӑп». 33 «Сана пурте шанми пулсан та, эпӗ яланах шанӑп», – тенӗ Ӑна Петр. 34 «Чӑн калатӑп сана, – тенӗ ӑна Иисус, – кӗҫӗр автан авӑтичченех эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн». 35 «Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та эпӗ Санран тунас ҫук», – тенӗ Ӑна Петр. Ытти вӗренекенӗсем те ҫавнашкалах каланӑ.
Иисус Гефсиманире
(Мк. 14:32-42; Лк. 22:39-46)
36 Унтан Иисус вӗренекенӗсемпе Гефсимани текен вырӑна пынӑ. «Эпӗ ҫавӑнта кайса кӗлтунӑ вӑхӑтра ҫакӑнтах ларӑр-ха», – тенӗ вӗренекенӗсене Иисус. 37 Вара Петра тата Зеведейӑн икӗ ывӑлне Хӑйпе илсе кайнӑ та пӑшӑрханса хуйхӑрма пуҫланӑ. 38 «Манӑн чунӑм вилесле хурланать, эсир ҫакӑнта Манпа пӗрле пулӑр-ха, ан ҫывӑрӑр», – тенӗ вӗсене Иисус. 39 Унтан кӑшт аяккарах кайнӑ та ҫӗре ӳксе ҫапла кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Май пулсассӑн ҫак асап куркине Манран ирттерсемччӗ. Ҫапах та Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр». 40 Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсем патне пынӑ та лешсем ҫывӑрнине курнӑ. «Манпа пӗрле эсир пӗр сехет те пулин ҫывӑрмасӑр тӳсеймерӗр-и? – тенӗ вӑл Петра. 41 – Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр: этемӗн чун-чӗмӗ ҫирӗп, ӳт-пӗвӗ вара хавшак». 42 Унтан Вӑл каллех тепӗр хут аяккарах пӑрӑннӑ та ҫапла каласа кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Ҫак асап куркине Манран ирттерме май ҫуках пулсан, Манӑн ӑна ӗҫмеллех пулсан, эппин Санӑн ирӗкӳ пултӑр». 43 Вӗренекенӗсем патне тавӑрӑнсан Вӑл каллех вӗсем ҫывӑрнӑ тӗле пулнӑ. Вӗсене ыйхӑ пуссах ҫитернӗ. 44 Унтан Иисус, вӗсене хӑварса, каллех аяккарах пӑрӑннӑ та малтанхи пекех каласа виҫҫӗмӗш хут кӗлтунӑ. 45 Кӗлтунӑ хыҫҫӑн вӗренекенӗсем патне тавӑрӑннӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫаплах ҫывӑратӑр-и, канатӑр-и? Ӗнтӗ Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса парас вӑхӑт ҫитрӗ. 46 Тӑрӑр та каяр! Акӑ ӗнтӗ Мана сутакан та ҫывӑхрах».
Иисуса тытни
(Мк. 14:43-50; Лк. 22:47-53; Ин. 18:3-12)
47 Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда, тата унпа пӗрле хӗҫсемпе шалҫасем йӑтнӑ темӗн чухлӗ халӑх пырса ҫитнӗ. Вӗсене аслӑ священниксемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем янӑ пулнӑ. 48 Сутаканӗ ушкӑнрисене ҫапла паллӑ пама калаҫса татӑлнӑ: «Эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ Иисус пулӗ, эсир вара Ӑна ярса тытӑр». 49 Вӑл ҫавӑнтах Иисус патне пынӑ та: «Сывлӑх сунатӑп, Равви!» – тесе Ӑна чуптунӑ. 50 Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Тусӑм, мӗн тума килнине ту!» Ҫав вӑхӑтра ыттисем Иисуса ҫавӑрса илнӗ те Ӑна ярса тытнӑ. 51 Иисуспа юнашар тӑракансенчен пӗри хӗҫне туртса кӑларнӑ та аслӑ священник чури ҫине сулса ярса унӑн хӑлхине касса татнӑ. 52 Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Хӗҫне хӑй вырӑнне чик, мӗншӗн тесен хӗҫ ҫӗклекенсем хӗҫпех пӗтӗҫ. 53 Е Эпӗ халӗ Аттемрен тархасласа ыйтма пултараймӑп тетӗн-и? Ыйтсан, Вӑл ҫак самантрах Ман патӑма вун икӗ пулккӑ та ытла ангел ярӗ. 54 Ҫырнинче ҫапла пулмалла тесе калани вара епле пурнӑҫланӗ?» 55 Унтан Иисус халӑха каланӑ: «Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе тухрӑр. Эпӗ куллен сире Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе лартӑм, ун чухне эсир Мана тӗкӗнмерӗр. 56 Ҫакӑ йӑлтах пророксем ҫырса хӑварни пурнӑҫланмашкӑн пулса иртрӗ». Ҫавӑн чухне мӗн пур вӗренекенӗ Ӑна пӑрахса тарнӑ.
Иисуса Каиафа патне илсе пыни
(Мк. 14:53-65; Лк. 22:54-55, 63-71; Ин. 18:13-14, 19-24)
57 Иисуса тытакансем Ӑна Каиафа ятлӑ аслӑ священник патне илсе пынӑ. Унта саккун вӗрентӳҫисемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем те пухӑннӑ пулнӑ. 58 Аслӑ священник ҫурчӗ патне ҫитичченех Петр Иисус хыҫҫӑн чылай каярахра утса пынӑ. Вӑл ӗҫ епле вӗҫленессе курас шухӑшпа картишне кӗнӗ те унти тарҫӑсемпе пӗрле ларнӑ. 59 Аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тата синедрионра ларакан ытти ҫынсем, Иисуса вӗлерттерес тесе, Ӑна судра айӑпламалли суя сӑлтав шыранӑ. 60 Ун ҫинчен суйса айӑп кӑтартакансем нумаййӑн пынӑ пулин те, вӗлермеллех айӑплама сӑлтав тупӑнман. Юлашкинчен суйса айӑп кӑтартакансем иккӗн пынӑ. 61 Вӗсем ҫапла каланӑ: «„Эпӗ Турӑ Ҫуртне пӑсса виҫӗ кунра ҫӗнӗрен туса лартма пултаратӑп“, – тетчӗ Вӑл». 62 Аслӑ священник ури ҫине тӑнӑ та Иисуса каланӑ: «Вӗсем Сана хирӗҫ айӑп кӑтартаҫҫӗ, Санӑн тавӑрса каламалли нимӗн те ҫук-им?» 63 Иисус чӗнмен. Вара аслӑ священник Ӑна ҫапла каланӑ: «Чӗрӗ Турӑ ятне асӑнса хистесех ыйтатӑп Санран, каласамччӗ пире: Эсӗ Христос-и? Турӑ Ывӑлӗ-и?» 64 «Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сире унтан та ытларах калатӑп: паянтан пуҫласа, малашлӑхра, эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр». 65 Ҫакна илтсен, тарӑхнипе, священник хӑй ҫийӗнчи тумтирне ҫурса ярса каланӑ: «Вӑл Турра хурларӗ! Унӑн айӑпне кӑтартакан мӗн тума кирлӗ тата пире? Вӑл Турра хурланине, акӑ, хӑвӑрах илтрӗр! 66 Ҫакӑн пирки эсир мӗн шухӑшлатӑр?» «Айӑплӑ, вӗлермелле», – тавӑрса каланӑ вӗсем. 67 Вара ҫынсем Ӑна питрен сурнӑ, ҫупа-ҫупа янӑ, теприсем тата ҫапнӑ пеккӗн 68 ыйтнӑ: «Эй, Христос! Пророкла кала-ха: Хӑвна кам ҫапрӗ?»
Петр Иисуса пӗлмӗш пулни
(Мк. 14:66-72; Лк. 22:56-62; Ин. 18:15-18, 25-27)
69 Петр ҫав хушӑра тулта, картишӗнче, ларнӑ. Ун патне пӗр хӗрарӑм тарҫӑ пынӑ та: «Эсӗ те Галилейӑри Иисуспа пӗрлеччӗ», – тенӗ. 70 Петр пурин умӗнчех Иисусран тунса: «Эсӗ мӗн ҫинчен каланине пӗлместӗп», – тенӗ. 71 Вӑл хапхаран тухнӑ чухне ӑна тепӗр хӗрарӑм тарҫӑ асӑрханӑ та унти ҫынсене каланӑ: «Ак ҫакӑ та Иисус Назорейпа пӗрлеччӗ». 72 «Эпӗ вӑл Ҫынна пӗлместӗпех», – тупа тусах туннӑ каллех Петр. 73 Тепӗртакран ҫавӑнта тӑракансем Петр патне пырса: «Эсӗ чӑнах та вӗсен ушкӑнӗнченех, ку калаҫни-тунинчен те паллӑ», – тенӗ. 74 Вӑл вара пӗтӗм чӗререн: «Эпӗ вӑл Ҫынна пӗлместӗпех», – тесе тупа тӑва пуҫланӑ. Ҫав самантрах автан авӑтса янӑ. 75 Петр Иисус хӑйне автан авӑтиччен эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн тесе каланине аса илнӗ. Вара вӑл картишӗнчен тухнӑ та татӑлсах йӗнӗ.
27Иисуса Пилат патне илсе кайни. Иуда вилӗмӗ
(Мк. 15:1; Лк. 23:1-2; Ин. 18:28-32)
1 Тепӗр кунне тул ҫутӑлсанах аслӑ священниксем тата халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пурте пуҫтарӑннӑ та Иисуса вӗлерттерме йышӑннӑ. 2 Вара Ӑна ҫыхтарнӑ та Рим лартнӑ Понтий Пилат пуҫлӑх патне илсе кайнӑ.
3 Иисуса сутнӑ Иуда, Ӑна вӗлерме йышӑннине пӗлсен, ӳкӗннипе вӑтӑр кӗмӗл укҫине аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсене тавӑрса панӑ. 4 «Айӑпсӑр Ҫынна тытса парса ҫылӑха кӗтӗм», – тенӗ вӑл пуҫлӑхсене. Лешсем вара ҫапла каланӑ: «Пире мӗн ӗҫ пур? Хӑвӑнне ху пӗл». 5 Вара Иуда кӗмӗл укҫисене Турӑ Ҫуртӗнче пӑрахнӑ та хӑй кайса ҫакӑнса вилнӗ. 6 Аслӑ священниксем, пӑрахнӑ укҫана пуҫтарса, ҫапла каланӑ: «Ку – юн укҫи, ҫавӑнпа ӑна Турӑ Ҫурчӗн укҫа арчине хума юрамасть». 7 Канашланӑ хыҫҫӑн вӗсем ютран килнӗ ҫул ҫӳрекенсем валли масар вырӑнӗ тума ҫав укҫапа пӗр чӳлмекҫӗрен ҫӗр илнӗ. 8 Ҫавӑнтанпа вӑл ҫӗре халичченех «Юн ҫӗрӗ» теҫҫӗ. 9 Ҫапла вара Иеремия пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ. Пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: «Израиль ывӑлӗсем вӑтӑр кӗмӗл укҫалӑх Хакланине ҫавӑн чухлӗ укҫаллах илчӗҫ. 10 Хуҫа Турӑ мана пӗлтернӗ пекех, ҫав укҫана чӳлмекҫӗ ҫӗрӗшӗн тӳлерӗҫ».
Иисус Пилат патӗнче
(Мк. 15:2-5; Лк. 23:3-5; Ин. 18:33-38)
11 Ҫав вӑхӑтра Иисуса Пилат патне илсе пынӑ. «Эсӗ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнӑ Унран пуҫлӑх. «Эсӗ ху ҫапла тесе каларӑн», – тавӑрнӑ Иисус. 12 Хӑйне аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем айӑпланӑ чухне вара Вӑл нимӗн те чӗнмен. 13 Унтан Пилат Ӑна ҫапла каланӑ: «Илтместӗн-им, Сана хирӗҫ мӗн чухлӗн айӑп кӑтартаҫҫӗ?» 14 Иисус хӑйӗн пӗр сӑмахне те хирӗҫ тавӑрса каламаннине курсан Пилат питӗ тӗлӗннӗ.
Иисуса вӗлерме ыйтни
(Мк. 15:6-15; Лк. 23:13-25; Ин. 18:39–19:16)
15 Пасха уявӗ тӗлне Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн тӗрмене хупнисенчен пӗрне халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларас йӑла пулнӑ. 16 Ҫавӑн чухне тӗрмере пӗр Варавва ятлӑ паллӑ вӑрӑ-хурах ларнӑ. 17 Хӑйӗн керменӗ умӗнче халӑх пухӑнсан Пилат ҫынсене ҫапла каланӑ: «Эсир манран хӑшне ирӗке кӑларма ыйтатӑр: Вараввӑна е Турӑ Суйласа илни текен Иисуса?» 18 Вӑл Иисуса кураймасӑр тытса панине пӗлнӗрен ҫапла ыйтнӑ. 19 Тата вӑл суд тумалли вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне пӗр ҫынна ҫапла калама хушса янӑ пулнӑ: «Ҫав Айӑпсӑрскерне нимӗн те ан ту! Эпӗ кӗҫӗр тӗлӗкре Уншӑн хытӑ асаплантӑм». 20 Ҫапах аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем Вараввӑна кӑларма, Иисуса вӗлерме ыйтмашкӑн халӑха ӳкӗте кӗртнӗ-кӗртнех. 21 «Сире иккӗшӗнчен хӑшне кӑларса памалла?» – тесе ыйтнӑ пуҫлӑх халӑхран. «Вараввӑна», – тенӗ ҫынсем. 22 «Турӑ Суйласа илни текен Иисуса вара манӑн мӗн тумалла?» – тенӗ вӗсене Пилат. «Пӑталаттармалла!» – тенӗ пурте. 23 «Мӗн усалли тунӑ вара Вӑл?» – тенӗ пуҫлӑх. Анчах та халӑх тата хытӑрах: «Пӑталаттар Ӑна!» – тесе кӑшкӑрнӑ. 24 Пилат вара, нимӗн тума ҫуккине кура, халӑх ытларах та ытларах пӑлханнине кура, шыв илсе халӑх умӗнче аллине ҫунӑ та: «Ҫак Айӑпсӑрскерӗн юнӗ тӑкӑннишӗн эпӗ яваплӑ мар, хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр», – тенӗ. 25 «Унӑн юнӗ пирӗн ҫинче, пирӗн ачасем ҫинче пултӑр!» – тавӑрнӑ ӑна хирӗҫ пӗтӗм халӑх. 26 Унтан Пилат Вараввӑна кӑларса янӑ, Иисуса, чӗн пушӑпа хӗнеттерсе, пӑталама хушнӑ.
Иисусран мӑшкӑллани
(Мк. 15:16-20; Ин. 19:2-3)
27 Ҫавӑн чух Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн салтакӗсем Иисуса преторине илсе кӗртнӗ те Ун тавра ытти салтаксене пулккипех пуҫтарнӑ. 28 Вӗсем Ӑна хывӑнтарса патшалла хӗрлӗ тум тӑхӑнтартнӑ. 29 Ун пуҫне йӗплӗ кӳкен хуллинчен явнӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑнтартнӑ, сылтӑм аллине туя тыттарнӑ. Салтаксем Ун умне чӗркуҫленсе ларнӑ та мӑшкӑлла-мӑшкӑлла: «Сывӑ пултӑр Иудея Патши!» – тесе кулнӑ. 30 Салтаксем Ун ҫине сурнӑ, туйине илсе Ӑна пуҫӗнчен ҫапнӑ. 31 Ҫапла мӑшкӑлласан-мӑшкӑлласан, хӗрлӗ тумне хывтарса, Хӑйӗн тумтирне тӑхӑнтартнӑ та Ӑна пӑталама илсе кайнӑ.
Иисус Христоса пӑталани
(Мк. 15:21-32; Лк. 23:26-43; Ин. 19:17-27)
32 Тухнӑ чухне вӗсем Симон ятлӑ Киринея ҫыннине тӗл пулнӑ, Иисусӑн хӗресне йӑтса пыма ҫавна хушнӑ. 33 Голгофа ятлӑ вырӑна ҫитсессӗн – Голгофа тени «Пуҫ купташки» тенине пӗлтерет, – 34 Иисуса ват йӳҫҫипе хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех панӑ, ӑна тутанса пӑхсан Иисус ӗҫесшӗн пулман. 35 Пӑталанӑ хыҫҫӑн салтаксем Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ. 36 Унтан хайхисем пӑталанӑ Иисуса хураллама ларнӑ. 37 Унӑн пуҫӗ тӗлне: «Ҫакӑ – Иисус, Иудея Патши», – тесе айӑпласа ҫырнӑ хӑма татӑкӗ ҫапса хунӑ. 38 Ҫавӑн чухнех Иисуспа пӗрле икӗ вӑрӑ-хураха, пӗрне – сылтӑм енне, теприне сулахай енне пӑталанӑ. 39 Иртен-ҫӳренсем пуҫӗсене сулла-сулла Ӑна хурласа калаҫнӑ. 40 «Турӑ Ҫуртне Пӑсакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен Туса лартакан! Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан Хӑвна Ху ҫӑлсам, хӗрес ҫинчен анса пӑх-ха», – тенӗ вӗсем. 41 Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем те, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе фарисейсем те ҫавнашкалах Унран мӑшкӑлланӑ: 42 «Ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть! Вӑл Израиль Патши пулсан, халӗ хӗрес ҫинчен анса кӑтарттӑр, вара эпир те Ӑна ӗненме пуҫлӑпӑр. 43 Вӑл Турра шанатчӗ; Турра юрӑхлӑскерех пулсан, халӗ эппин Турӑ ҫӑлтӑр Ӑна. „Эпӗ – Турӑ Ывӑлӗ,“ – тетчӗ-ҫке-ха Вӑл». 44 Хӑйпе пӗрле пӑталанӑ вӑрӑ-хурахсем те Унран мӑшкӑлласа кулнӑ.
Иисус Христос вилӗмӗ
(Мк. 15:33-41; Лк. 23:44-49; Ин. 19:28-30)
45 Кӑнтӑрла, вун икӗ сехетрен пуҫласа виҫҫӗччен, пӗтӗм ҫӗр ҫинче тӗттӗмленсе ларнӑ. 46 Виҫӗ сехет тӗлӗнче вара Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: «Или! Или! Лама савахфани?» Ҫакӑ вӑл: «Эй, Турӑҫӑм! Турӑҫӑм! Мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» – тени пулать. 47 Ҫакна илтсен ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри каланӑ: «Вӑл Илияна пулӑшма чӗнет». 48 Ҫав самантрах вӗсенчен пӗри чупса кайнӑ та, хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех сӑхтарнӑ мунчалана патак вӗҫне тирсе, Иисуса ӗҫме панӑ. 49 «Тӑхтӑр-ха, пӑхса тӑрар, – тенӗ ыттисем, – Илия Ӑна ҫӑлма килет-и?» 50 Иисус тепӗр хут хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та, Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.
51 Ҫав вӑхӑтра Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫӳлтен аяла ҫитиччен ҫурмалла ҫурӑлса аннӑ, ҫӗр чӗтреннӗ, чул ту хысакӗсем те ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ. 52 Тупӑклӑхсем уҫӑлнӑ та, вилнӗ сӑваплӑ ҫынсенчен нумайӑшӗ чӗрӗлсе тӑнӑ. 53 Вӗсем Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн тупӑклӑхсенчен тухса сӑваплӑ Иерусалим хулине кӗнине нумай ҫын курнӑ. 54 Рим ҫӗрпӗвӗ тата унпа пӗрле Иисуса хураллакансем ҫӗр чӗтреннине, тем те пӗр пулса иртнине курсан сехрисем хӑпнипе каланӑ: «Ку чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн!»
55 Ҫавӑнта тата Иисуса пулӑшса Ун хыҫҫӑн Галилейӑранах ҫӳренӗ хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗ пулнӑ. Вӗсем мӗн пулса иртнине аякран пӑхса тӑнӑ. 56 Вӗсен хушшинче Мария Магдалина, Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария тата Зеведей ывӑлӗсен амӑшӗ те пулнӑ.
Иисус ӳтне тупӑклӑха хуни
(Мк. 15:42-47; Лк. 23:50-56; Ин. 19:38-42)
57 Каҫ пулсан унта Аримафея хулинче ҫуралса ӳснӗ Иосиф ятлӑ пӗр пуян ҫын пынӑ; вӑл та Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ. 58 Вӑл Пилат патне кайса Иисус ӳтне пама тархасланӑ. Пилат вара Иисус ӳтне пама хушнӑ. 59 Иосиф Иисус ӳтне илсе таса пирпе чӗркенӗ те 60 хӑйне валли чул ту хысакне алтса тунӑ ҫӗнӗ тупӑклӑха хунӑ. Унтан тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑка пысӑк чулпа хупласа хӑварса кайнӑ. 61 Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария вара ҫавӑнтах, тупӑклӑх умӗнчех, ларнӑ.
Тупӑклӑх умне хурал тӑратни
62 Тепӗр кунне, шӑмат кун, аслӑ священниксемпе фарисейсем Пилат патне пухӑннӑ. 63 «Ырӑ ҫыннӑмӑр, – тенӗ вӗсем, – леш ултавҫӑ Хӑй чӗрӗ чухне „виҫӗ кунран чӗрӗлсе тӑрӑп“ тенине аса илтӗмӗр-ха эпир. 64 Ҫавӑнпа Иисусӑн тупӑклӑхне пӗр виҫӗ кун хушши хураллама хушсам. Вӗренекенӗсем Унӑн ӳтне вӑрласа ан кайччӑрччӗ, кайран халӑха: „Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ!“ – тесе ан ҫӳреччӗрччӗ. Ӗҫ-пуҫ кунашкал кайсан вара ҫак юлашки ултав малтанхинчен те усалтарах пулӗ». 65 «Сирӗн хуралҫӑсем пур, кайӑр та хӑвӑра кирлӗ пек хураллӑр», – тенӗ Пилат. 66 Вӗсем вара тупӑклӑха хураллама кайнӑ, хупланӑ чулне пичетлесех паллӑ тунӑ, хурал тӑратнӑ.
28Иисус Христос чӗрӗлсе тӑни
(Мк. 16:1-8; Лк. 24:1-12; Ин. 20:1-10)
1 Шӑмат кун иртсен, эрнен малтанхи кунӗнче, тул ҫутӑлнӑ чух Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария тупӑклӑха пӑхма кайнӑ. 2 Ҫав вӑхӑтра питӗ вӑйлӑн ҫӗр чӗтренсе илнӗ, мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ тӳперен анса тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса янӑ та хӑй ун ҫине ларнӑ. 3 Ангел ҫиҫӗм пек ялтӑртатса тӑнӑ, тумтирӗ юр пек шурӑ пулнӑ. 4 Хурал тӑракансем унран хӑранипе вилесле чӗтресе ӳкнӗ. 5 «Ан хӑрӑр, – тенӗ вара ангел хӗрарӑмсене, – пӑталанӑ Иисуса эсир шыранине пӗлетӗп. 6 Вӑл кунта ҫук ӗнтӗ. Мӗншӗн тесен, Хӑй каланӑ пекех, Вӑл вилӗмрен чӗрӗлнӗ. Хуҫамӑра хунӑ вырӑна кайса пӑхӑр та 7 Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни ҫинчен, сирӗнтен маларах Галилейӑна ҫитсе кӗтсе тӑрасси ҫинчен Унӑн вӗренекенӗсене хӑвӑртрах кайса пӗлтерӗр. Эсир Ӑна Галилейӑра тӗл пулӑр. Ман сире ҫакна каламалли пурччӗ». 8 Хӗрарӑмсем тупӑклӑх патӗнчен васкасах кайнӑ. Вӗсем пӗр хӑраса та пӗр савӑнса Иисусӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме чупнӑ. 9 Вӗренекенӗсене калама кайнӑ чух сасартӑк вӗсене ҫул ҫинче Иисус тӗл пулнӑ та: «Сывлӑх сунатӑп!» – тенӗ. Вӗсем вара патнерех пынӑ та чӗркуҫленсе ларнӑ, уринчен тытсах пуҫҫапнӑ. 10 Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене: «Ан хӑрӑр, кайӑр та ӗненекен тӑванӑмсене Галилейӑна пыма калӑр. Мана вӗсем унта тӗл пулӗҫ», – тенӗ.
11 Хӗрарӑмсем ҫул ҫинче чухне хӑш-пӗр хуралҫӑсем хулана ҫитнӗ те мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех аслӑ священниксене каласа панӑ. 12 Вара аслӑ священниксем, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе калаҫса татӑлса, салтаксене нумай укҫа панӑ та 13 ҫапла сас-хура кӑларма хушнӑ: «Ҫӗрле, эпир ҫывӑрнӑ чухне, вӗренекенӗсем пынӑ та Унӑн ӳтне вӑрласа кайнӑ». 14 «Ҫак сас-хура Рим лартнӑ пуҫлӑх хӑлхине кӗрес пулсан, – тенӗ вӗсем, – эпир хамӑрах майлашӑпӑр, айӑпӗ сирӗн ҫинче пулмӗ». 15 Хуралҫӑсем вара укҫине илнӗ те хӑйсене вӗрентнӗ пек сас-хура сарса ҫӳренӗ. Ҫак суя сӑмах иудейсем хушшинче халичченех ҫӳрет.
Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус вун пӗр апостола курӑнни
(Мк. 16:14-18; Лк. 24:36-49; Ин. 20:19-23; Ӗҫ-хӗл. 1:6-8)
16 Вун пӗр вӗренекенӗ Галилейӑна, Иисус пыма хушнӑ ту ҫине, кайнӑ. 17 Иисуса курсан вӗсем Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ, теприсем тата иккӗленсе кайнӑ. 18 Вара Иисус, патнерех пырса, ҫапла каланӑ: «Пӗлӗт ҫинче те, ҫӗр ҫинче те пуҫ пулма Мана тулли ирӗк панӑ. 19 Ӗнтӗ кайӑр та Ашшӗн, Ывӑлӗн, Святой Сывлӑшӑн ячӗпе шыва кӗртсе мӗн пур халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентӗр. 20 Вӗсене Эпӗ сире каланӑ пил-хушусене тытса пурӑнма вӗрентӗр. Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пулӑп». Аминь.