ЛУКА ПӖЛТЕРНӖ ЫРӐ ХЫПАР
1Ум сӑмах
1 Пирӗн хушшӑмӑрта пулса иртнӗ паллӑ ӗҫсем ҫинчен халӗ нумайӑшӗ ҫыра пуҫларӗҫ ӗнтӗ. 2 Сӑмаха чӑн малтанах куҫӑн курса Уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ ҫынсем пире мӗн каласа панӑ, вӗсем те ҫавнах ҫыраҫҫӗ. 3 Ҫавӑнпа эпӗ те, хисеплӗ ҫыннӑм Феофил, малтан пуҫласа пӗтӗмпе лайӑх тӗпчесе пӗлтӗм те ун ҫинчен сана йӗркипе ҫырса парас терӗм. 4 Хӑвна мӗне вӗрентни чӑннипех те тӗрӗс пулнине санӑн тӗппипе пӗлсе ҫитмелле пултӑр терӗм.
Ангел Шыва кӗртекен Иоанн ҫураласса пӗлтерни
5 Иудея ҫӗрӗнче Ирод патшара ларнӑ чух пӗр Захария ятлӑ священник пурӑннӑ, вӑл Авий ушкӑнӗнчи священниксен черечӗпе Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫленӗ. Унӑн арӑмӗ те, Елисавета, Аарон ӑрӑвӗнчен тухнӑскер пулнӑ. 6 Вӗсем Турӑ умӗнче тӳрӗ пурӑннӑ: Хуҫа Турӑ йӗркисене, пил-хушӑвӗсене пурне те тӗрӗс пурнӑҫласа тӑнӑ. 7 Анчах та вӗсен ача-пӑча пулман, мӗншӗн тесен Елисавета ача туман арӑм пулнӑ. Иккӗшӗ те вӗсем ватӑлса ҫитнӗ. 8 Пӗррехинче, Захария хӑй черечӗн йӗркипе Турӑ умӗнче ӗҫленӗ чухне, священниксен йӑлипе Хуҫа Турӑ Ҫуртӗнче ладан ҫунтарса тӗтӗрме ӑна шӑпа тухнӑ. 10 Захария тӗтӗрнӗ вӑхӑтра темӗн чухлӗ халӑх Ҫурт тулашӗнче кӗлтуса тӑнӑ. 11 Ҫавӑн чухне ӑна ладан ҫунтаракан парне вырӑнӗн сылтӑм енче сасартӑк Хуҫа Туррӑн ангелӗ курӑннӑ. 12 Ангела курсан Захария тӗлӗннипе хӑрасах кайнӑ. 13 Ангел ӑна каланӑ: «Ан хӑра, Захария! Санӑн кӗллӳне Турӑ илтрӗ. Санӑн арӑму, Елисавета, сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, ӑна эсӗ Иоанн ятлӑ хурӑн. 14 Уншӑн эсӗ хавасланса хӗпӗртӗн, вӑл ҫуралнӑшӑн нумайӑшӗ савӑнӗҫ, 15 мӗншӗн тесен вӑл Хуҫа Турӑ умӗнче аслӑ пулӗ. Вӑл эрех-сӑра таврашӗ ӗҫмӗ; амӑш варӗнчех унӑн чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулӗ. 16 Вӑл Израиль ҫыннисене нумайӑшне хӑйсен Хуҫа Турри енне ҫавӑрӗ. 17 Вӑл Христос умӗн Илиян чун-чӗм хӑвачӗпе килӗ те халӑха Хуҫамӑр умне тӑма хатӗрлӗ: ашшӗсен кӑмӑлне ачисен енне ҫавӑрӗ, Турӑ хушнине итлемен ҫынсене тӳрӗлӗх ҫулӗ ҫине тӑратӗ». 18 Захария вара ангелран ҫапла ыйтнӑ: «Ку чӑн пуласса эпӗ епле пӗлӗп-ши? Эпӗ ӗнтӗ ватӑлтӑм, ман арӑм та ватӑлса ҫитрӗ». 19 Ангел ӑна каланӑ: «Эпӗ – Турӑ умӗнче тӑракан Гавриил. Мана сан патна ҫак ырӑ хыпара пӗлтерме янӑ. 20 Вӑхӑчӗ ҫитсен эп калани пурнӑҫланӗ, анчах ман сӑмахсене ӗненменшӗн эсӗ чӗлхесӗр пулӑн, эпӗ калани пурнӑҫланиччен калаҫаймасӑр пурӑнӑн».
21 Ҫав хушӑра унти халӑх Захария тухасса кӗтсе тӑнӑ, вӑл Турӑ Ҫуртӗнче вӑрах тӑнинчен тӗлӗннӗ. 22 Унтан тухсан Захария пӗр сӑмах та калайман, аллисемпе паллӑ кӑтартса халӑха тем ӑнлантарма тӑрӑшнӑ. Вара пурте ӑна Турӑ Ҫуртӗнче темскер курӑннине чухласа илнӗ. 23 Турӑ умӗнче ӗҫлемелли кунӗсем иртсен Захария килне тавӑрӑннӑ.
24 Ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн арӑмӗ, Елисавета, йывӑр ҫын пулнӑ. Ҫие юлнине вӑл пилӗк уйӑх палӑртмасӑр ҫӳренӗ. «Ҫын хурланине ман ҫинчен сирес тесе, ҫак кунсенче Хуҫа Турӑ мана хӗрхенсе ҫапла турӗ», – тенӗ вӑл.
Ангел Марияна ырӑ хыпар пӗлтерни
26 Ҫие юлни ултӑ уйӑх ҫитсен, Турӑ татах Гавриил ангела Галилейӑри Назарет хулине 27 Давид йӑхӗнчи Иосиф валли ҫураҫнӑ Хӗр патне янӑ. Ҫав Хӗр Мария ятлӑ пулнӑ. 28 Ун патне кӗрсен ангел ҫапла каланӑ: «Эй, тивлетлӗ Хӗр, савӑн! Санпала Турӑ, Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑрах!» 29 Ангел сӑмахӗсене илтсен Мария аптӑрасах кайнӑ. Ҫапла ырӑ сунса саламлани мӗне пӗлтерет-ши тесе шухӑшланӑ. 30 Ангел Ӑна каланӑ: «Ан хӑра, Мария! Эсӗ Турӑран ырӑлӑх илтӗн. 31 Акӑ Эсӗ йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӑн, Ӑна Иисус ятлӑ хурӑн. 32 Вӑл аслӑ пулӗ, Ӑна Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ тесе калӗҫ. Хуҫа Турӑ Ӑна мӑн аслашшӗн, Давидӑн, престолне парӗ. 33 Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр Иаков йӑхӗн Патши пулӗ, Унӑн Патшалӑхӗ нихӑҫан та пӗтмӗ». 34 Мария вара ангелран ыйтнӑ: «Ку епле пулма пултарӗ-ши? Эпӗ халӗ качча та кайман-ҫке?» 35 Ангел Ӑна каланӑ: «Сан ҫине Святой Сывлӑш анӗ, сана Ҫӳлти Туррӑн хӑвачӗ витсе тӑрӗ, ҫавӑнпа ҫуралас таса Ачуна та Турӑ Ывӑлӗ тейӗҫ. 36 Акӑ санӑн тӑвану Елисавета та ватлӑхра ывӑл ҫуратӗ. Ун ҫинчен пурте ача тӑвайманскер тесе калаҫатчӗҫ, вӑл йывӑр ҫын пулни улттӑмӗш уйӑх ӗнтӗ. 37 Мӗншӗн тесен Туррӑн пӗр сӑмахӗ те пурнӑҫланмасӑр юлмасть». 38 «Эпӗ – Хуҫа Туррӑн Чури, – тенӗ Мария, – эппин пӗтӗмпех эсӗ каланӑ пек пултӑр». Ангел вара Ун патӗнчен кайнӑ.
Мария Елисаветӑна курма кайни
39 Тепӗр темиҫе кунран Мария ҫула хатӗрленнӗ те сӑртлӑ Иудейӑри хулана васкаса кайнӑ. 40 Захария кил-ҫуртне кӗрсен вӑл Елисаветӑна сывлӑх суннӑ. 41 Мария саламланине илтсен Елисаветӑн варӗнчи ачи тапкалашса илнӗ, вара Елисавета чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑ. 42 Вӑл хытӑ сасӑпа каланӑ: «Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑрах! Санран ҫуралас Ачу та мухтавлӑ! 43 Хуҫа Туррӑмӑн Амӑшӗ ман патӑма килнине курма епле тивӗҫлӗ пултӑм-ши? 44 Эсӗ сывлӑх суннине илтсенех ман ӑшӑмри ача савӑннипе тапкалашса илчӗ! 45 Хуҫа Турӑ сӑмахӗ пурнӑҫланасса ӗненнӗшӗн Эсӗ телейлӗ!»
Мария Турра мухтани
46 Вара Мария ҫапла каланӑ: «Манӑн чунӑм Хуҫамӑра аслӑлать, 47 Манӑн кӑмӑлӑм Ҫӑлакан Туррӑмшӑн савӑнать, 48 мӗншӗн тесен Вӑл Хӑйӗн Чурин йӑвашлӑхне асӑрхарӗ. Паянтан Мана пур халӑхсем те мухтӗҫ. 49 Хӑватлӑ Турӑ Маншӑн аслӑ ӗҫ турӗ, Унӑн ячӗ таса. 50 Хӑйне хисеплесе хӑракансене Вӑл ӑруран ӑрӑва ырӑлӑх парса тӑрать. 51 Шухӑш-туйӑмпа мӑн кӑмӑллисене Вӑл хӑватлӑ аллипе салатса ячӗ, 52 вӑйлисене престолӗсем ҫинчен сирпӗтсе антарчӗ, йӑвашшисене асла кӑларчӗ, 53 выҫӑхнисене ырӑлӑх пачӗ, пуйнисене нимӗнсӗрех хӑварчӗ. 54 Пирӗн мӑн асаттесене, Авраама тата унӑн йӑхне Вӑл ӗмӗрлӗхех ырӑлӑх парасса шантарнӑ. Ҫавна асра тытса Вӑл Израиль халӑхне, Хӑйӗн тарҫине, пулӑшрӗ».
56 Виҫӗ уйӑха яхӑн Елисавета патӗнче пурӑнсан Мария килне тавӑрӑннӑ.
Шыва кӗртекен Иоанн ҫурални
57 Ҫӑмӑлланас вӑхӑчӗ ҫитсен Елисавета ывӑл ача ҫуратнӑ. 58 Кӳршисемпе тӑванӗсем ун ҫинчен илтнӗ те Хуҫамӑр ҫав тӗрлӗ пысӑк ырӑлӑх панӑшӑн Елисаветӑпа пӗрле савӑннӑ. 59 Саккӑрмӗш кунне вӗсем хӑйсен йӑлипе ача ӳтне касма илсе пынӑ, вара ӑна ашшӗ ячӗпе Захария ятлӑ хурасшӑн пулнӑ. 60 Анчах та амӑшӗ: «Ҫук, ӑна Иоанн ятлӑ хурар», – тенӗ. 61 «Сирӗн йӑхӑрта ун ятли никам та ҫук-ҫке!» – тенӗ ӑна ыттисем. 62 Унтан вӗсем, аллисемпе паллӑ кӑтартса, ывӑлне мӗн ятлӑ хурас килнине ашшӗнчен ыйтнӑ. 63 Захария хӑма татӑкӗ ыйтса илнӗ те: «Унӑн ячӗ – Иоанн», – тесе ҫырса панӑ. Ҫавна курсан пурте тӗлӗннӗ. 64 Ҫав самантрах унӑн чӗлхи-ҫӑварӗ уҫӑлнӑ, вара вӑл сасӑпах Турра мухтама пуҫланӑ. 65 Унта пурӑнакан пӗтӗм халӑх хӑраса ӳкнӗ. Мӗн пулса иртни ҫинчен сӑртлӑ Иудейӑра пур ҫӗрте те калаҫнӑ. 66 «Ку ача кам пулӗ-ши?» – тесе тӗлӗнсе шухӑшланӑ ҫав хыпара илтнӗ ҫынсем пурте. Чӑн та, унра Хуҫа Турӑ хӑвачӗ пулнӑ.
Захария пророкла калани
67 Иоанн ашшӗ Захария чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑран пророкла калама пуҫланӑ: 68 «Израилӗн Хуҫа Туррине мухтав! Вӑл килсе Хӑйӗн халӑхне хӑтӑлмалла турӗ; 69 Вӑл Хӑйӗн тарҫи Давид йӑхӗнчен пире валли хӑватлӑ Ҫӑлакан кӑларчӗ. 70 Вӑл Хӑйӗн авалхи сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ каласа пӗлтернӗ пекех, 71 пире тӑшмансенчен те, хамӑра курайман мӗн пур ҫынсенчен те ҫӑлса хӑварӗ. 72 Вӑл пирӗн мӑн асаттесене ырӑлӑх пама пулнӑ. Вӑл Хӑйӗн таса халалне, 73 мӑн асаттемӗре Авраама тупа тунине яланах асра тытма пулнӑ. 74 Ӗнтӗ эпир, тӑшмансен аллинчен хӑтӑлсан, хамӑр пурӑнас кунсенче хӑрамасӑр Уншӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр, Ун умӗнче сӑваплӑ, тӳрӗлӗхлӗ пулӑпӑр. 76 Сана та, ачам, Ҫӳлти Туррӑн пророкӗ тесе калӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ Хуҫамӑр валли ҫул хатӗрлеме Ун умӗнчен пырӑн. 77 Ҫылӑхсене каҫарса ҫӑлӑнасси ҫинчен те эсӗ Унӑн халӑхне каласа ӑнлантарӑн. 78 Ырӑ кӑмӑллӑ та хӗрхенӳллӗ Туррӑмӑр тӗттӗмре, вилӗм тыткӑнӗнче пурӑнакансене ҫутатма, канӑҫлӑх ҫулне кӑтартма пирӗн пата ҫӳлтен Шурӑмпуҫ ҫути ячӗ».
80 Ача ҫитӗнсе, чун-чӗмӗпе ҫирӗпленсе пынӑ. Израиль халӑхӗ умне тухма вӑхӑчӗ ҫитиччен вӑл пуш хирте пурӑннӑ.
2Иисус Христос ҫурални
1 Ҫав вӑхӑтра Рим императорӗ Август пӗтӗм патшалӑхри халӑха ҫырса тухма хушнӑ. 2 Ҫак пирвайхи хут халӑха шута илесси Сири ҫӗрне Квириний тытса тӑнӑ чухне пулнӑ. 3 Вара пурте кашни хӑйӗн хулине ҫырӑнма тухса кайнӑ. 4 Иосифӑн, Давид йӑхӗнчен пулнӑран, Галилейӑри Назарет хулинчен Иудейӑри Вифлеема, тахҫан Давид ҫуралнӑ хулана, каймалла пулнӑ. 5 Ҫапла Иосиф хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрӗпе Марияпа пӗрле ят ҫыртарма кайнӑ. Мария ун чухне йывӑр ҫын пулнӑ. 6 Вифлеемре Унӑн ҫӑмӑлланас вӑхӑчӗ ҫитнӗ. 7 Вара Мария Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратнӑ. Хӑна ҫуртӗнче вырӑн пулманран Вӑл Ӑна, чӗркесе, выльӑх-чӗрлӗхе апат памалли сырӑша вырттарнӑ.
Кӗтӳҫӗсем тата ангел
8 Ҫавӑнтан аякра мар, хирте, кӗтӳҫӗсем ҫӗрле кӗтӗвӗсене хуралланӑ. 9 Сасартӑк вӗсен умне Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ пырса тӑнӑ та, вӗсене Хуҫа Туррӑн мухтавлӑхӗ ҫутатса янӑ. Кӗтӳҫӗсем ҫав тери хӑраса ӳкнӗ. 10 Ангел вӗсене ҫапла каланӑ: «Ан хӑрӑр! Эпӗ сире пӗтӗм халӑха савӑнтармалли чаплӑ хыпар пӗлтерме килтӗм. 11 Паян Давид хулинче сире Ҫӑлакан ҫуралчӗ, Вӑл – Христос Хуҫамӑр! 12 Акӑ сире паллӑ: эсир сырӑша чӗркесе вырттарнӑ Ачана курӑр».
13 Унтан сасартӑк ҫав ангелпа пӗрле тӳпери ангелсен йышлӑ ҫарӗ курӑнса кайнӑ. Вӗсем Турра мухтаса юрланӑ: 14 «Ҫӳлте Турра мухтав, ҫӗр ҫине канӑҫлӑх килчӗ, ҫынсене ырӑлӑх ҫитрӗ!»
15 Ангелсем тӳпене ҫӗкленсе кайсан кӗтӳҫӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «Атьӑр Вифлеема кайса унта мӗн пулнине, Хуҫа Турӑ пире мӗн пӗлтернине курар». 16 Вара вӗсем васкаса Вифлеема ҫитнӗ те Марияпа Иосифа тата сырӑшра выртакан пӗчӗк Ачана шыраса тупнӑ. 17 Ачана курнӑ хыҫҫӑн кӗтӳҫӗсем хӑйсене Ҫак Ача пирки мӗн хыпарланине каласа панӑ. 18 Итлекенсем пурте кӗтӳҫӗсем каласа кӑтартнинчен тӗлӗннӗ. 19 Мария вара ҫак сӑмахсене пурне те Хӑйӗн чӗринчех усранӑ. 20 Йӑлтах ангел каланӑ пек пулса иртнӗ. Ҫавна курма-илтме тӳр килнишӗн Турра аслӑласа та мухтаса кӗтӳҫӗсем хӑйсен кӗтӗвӗ патне тавӑрӑннӑ.
21 Тепӗр сакӑр кунран, Ача ӳтне касма вӑхӑт ҫитсен, Амӑшне йывӑр ҫын пуличчен ангел каланӑ пекех, Ӑна Иисус ятлӑ хунӑ.
Иисуса Турӑ Ҫуртне илсе пыни
22 Моисей саккунӗ хушнӑ тӑрӑх тасалмалли кунсем иртсен, Иосифпа Мария пӗчӗк Ачана Хуҫа Турӑ умне тӑратма Иерусалима илсе пынӑ, 23 мӗншӗн тесен Хуҫамӑр саккунӗ ҫапла калать: «Малтанхи ывӑл ачана, вар уҫнӑскере, Хуҫа Турра халалламалла». 24 Ҫавӑн пекех, Хуҫамӑр саккунӗпе килӗшӳллӗн, вӗсен икӗ улатӑпа кайӑкӗ е икӗ кӑвакарчӑн чӗппи парне кӳмелле пулнӑ.
25 Ҫав вӑхӑтра Иерусалим хулинче тӳрӗ пурӑнакан, Турра пит хисеплекен Симеон ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ. Ун ҫинче Святой Сывлӑш пулнӑ, Симеон Израиль халӑхне ҫӑлӑнӑҫ килессе кӗтнӗ. 26 Хуҫа Туррӑн Христосне курмасӑр вилместӗн тесе ӑна Святой Сывлӑш малтанах систернӗ пулнӑ. 27 Иосифпа Мария саккун хушнӑ йӑлана тума пӗчӗкҫӗ Иисуса Турӑ Ҫуртне илсе пырсан, Сывлӑш хавхалантарнипе Симеон та унта пынӑ.
Симеон Турра мухтани
28 Вӑл Ачана хӑй аллине илнӗ те Турра мухтаса каланӑ: 29 «Эй, Туррӑм! Халӗ ӗнтӗ мана, Хӑвӑн чуруна, Ху каланӑ пек, лӑплантарса яратӑн: 30 ман куҫӑмсем Санран ҫӑлӑнӑҫ илсе килекене курчӗҫ. 31 Ку ҫӑлӑнӑҫа Эсӗ мӗн пур халӑх куҫӗ умӗнчех хатӗрленӗ. 32 Урӑх халӑхсемшӗн вӑл чӑн ҫутӑ пулӗ, Хӑвӑн Израиль халӑхне мухтава кӑларӗ». 33 Иосифпа Ачан Амӑшӗ Ун ҫинчен Симеон ҫапла каланине илтсен тӗлӗннӗ. 34 Унтан Симеон вӗсене пилленӗ те, Ача Амӑшне Марияна каланӑ: «Мария, Сан чуну хӗҫпе каснӑ пек касӑлӗ, мӗншӗн тесен ку Ачана пула Израильте ӳкекен те, тӑракан та нумай пулӗ. Ун пирки нумай тавлашӗҫ, чылайӑшӗ ӑна хирӗҫ тӑрӗҫ, ҫапла вӗсен чун-чӗринчи вӑрттӑн шухӑшӗсем палӑрӗҫ».
Хӗрарӑм пророк Анна
36 Унта тата Асир ӑрӑвӗнчен тухнӑ Фануил хӗрӗ, Анна ятлӑ хӗрарӑм пророк пулнӑ. Вӑл питӗ ватӑлса ҫитнӗ, хӑйӗн упӑшкипе Анна ҫичӗ ҫул анчах пурӑннӑ. 37 Ҫав сакӑр вун тӑватӑ ҫулхи упӑшкасӑр карчӑк Турӑ Ҫуртӗнчен кайманпа пӗрех. Вӑл, Турра хисеплесе, тӑтӑшах типӗ тытнӑ, кунӗн-ҫӗрӗн кӗлтунӑ. 38 Симеон Марияпа калаҫнӑ вӑхӑтра вӗсем патне пынӑ Анна та Хуҫамӑра мухтама пуҫланӑ. Ҫӑлӑнасса кӗтекен Иерусалимри ҫынсене пурне те вӑл Ача ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Назарета тавӑрӑнни
39 Турӑ саккунӗ хушнине пурне те туса пӗтерсен Иосифпа Мария Галилейӑна, Назарет ятлӑ тӑван хулине, тавӑрӑннӑ. 40 Ача ҫитӗннӗҫемӗн чун-чӗмӗпе ҫирӗпленсе, ӑс-тӑнӗпе хӑватланса пынӑ. Турӑ тивлечӗ Ун ҫинче пулнӑ.
Иисус Турӑ Ҫуртӗнче
41 Унӑн ашшӗ-амӑшӗ кашни ҫулах пасха уявне Иерусалима ҫӳренӗ. 42 Иисус вун икӗ ҫула ҫитсен, вӗсем ҫав йӑлапа Иерусалима уява пынӑ. 43 Уяв хыҫҫӑн Иосифпа Унӑн Амӑшӗ киле кайма ҫула тухнӑ, анчах Ачи, Иисус, Иерусалимра тӑрса юлнине вӗсем асӑрхаман. 44 Вӑл урӑх ҫынсемпе пырать пулӗ тесе, пӗр куна яхӑн кайсан тин Ӑна хурӑнташӗсемпе пӗлӗшӗсем хушшинче шырама пуҫланӑ. 45 Анчах та Иисуса тупайман пирки, Ӑна шыраса, вӗсем каллех Иерусалима тавӑрӑннӑ. 46 Виҫӗ кунран тин вӗсем Иисуса Турӑ Ҫуртӗнче тупнӑ. Вӑл унта вӗрентекенсене итлесе ларнӑ, Хӑй те вӗсене ыйтусем панӑ. 47 Ӑна итлекенсем пурте Ун ӑсӗнчен те, хуравӗсенчен те тӗлӗннӗ. 48 Иисуса унта курсан Иосифпа Мария питӗ тӗлӗнсе кайнӑ. Вара Амӑшӗ Унран ҫапла ыйтнӑ: «Ывӑлӑм, мӗншӗн Эсӗ капла хӑтлантӑн? Аҫупа иксӗмӗр Сана шыраса йӑлт кулянса пӗтрӗмӗр». 49 Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир Мана мӗншӗн шырарӑр? Эпӗ Хамӑн Аттеме тивӗҫлӗ ҫӗрте пулмаллине пӗлмен-и-мӗн эсир?»
50 Иисус мӗншӗн ҫапла каланине вӗсем ӑнланса илеймен. 51 Вара Иисус вӗсемпе пӗрле Назарета тавӑрӑннӑ та ашшӗ-амӑшӗн сӑмахӗнчен иртмесӗр пурӑннӑ. Амӑшӗ вара ҫак сӑмахсене пурне те чунӗнче упраса пурӑннӑ. 52 Иисус ӑслӑлансах, ӳссех пынӑ. Турӑ та, ҫынсем те Ӑна юратнӑҫемӗн ытларах юратнӑ.
3Шыва кӗртекен Иоанн вӗрентсе калани
(Мф. 3:1-12; Мк. 1:1-8; Ин. 1:19-28)
1 Тиверий императора ларни вун пилӗк ҫула кайнӑ. Иудейӑра Понтий Пилат пуҫлӑхра ларнӑ, Галилея ҫӗрӗнче – Ирод, Итурейӑпа Трахонит ҫӗрӗнче – унӑн пиччӗшӗ Филипп, Авилинея ҫӗрӗнче – Лисаний. 2 Аннапа Каиафа ун чухне аслӑ священниксем пулнӑ. Ҫавӑн чух Захария ывӑлне, Иоана, пуш хирте Турӑ сӑмахӗ илтӗннӗ. 3 Иоанн вара Иордан шывӗ таврашӗнче, пур ҫӗрте те, ҫылӑхсене каҫарттармашкӑн ӳкӗнсе шыва кӗме ӳкӗтленӗ. 4 Ун ҫинчен Исаия пророк кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «Пуш хирте чӗнекенӗн сасси илтӗнет: „Хуҫамӑр валли ҫул хатӗрлӗр, Вӑл утас ҫулсене тӳрлетӗр! 5 Мӗн пур айлӑм вырӑнсем тулччӑр, мӗн пур тусемпе сӑртсем ҫӗрпе танлашчӑр. Кукӑр ҫулсем тӳрӗленччӗр, тикӗс маррисем те – тикӗсленччӗр, 6 вара пӗтӗм этемлӗх Турӑ панӑ ҫӑлӑнӑҫа курӗ!“»
7 Иоанн хӑй патне шыва кӗме пыракан халӑха ҫапла каланӑ: «Эй, ҫӗлен ҫурисем! Ҫитес ҫилӗрен тарса хӑтӑлма кам вӗрентрӗ сире? 8 Эппин хӑвӑр ҫылӑхран ӳкӗннине тивӗҫлӗ ӗҫпе ҫирӗплетсех тӑрӑр. „Пирӗн мӑн асатте – Авраам!“ – текен шухӑшпа киленсе ан пурӑнӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать. 9 Акӑ пуртӑ та йывӑҫ тымарӗ ҫумӗнчех выртать. Ырӑ ҫимӗҫ кӳмен кирек епле йывӑҫа та касса вута пӑрахаҫҫӗ».
10 «Пирӗн мӗн тумалла ӗнтӗ?» – тесе ыйтнӑ унран халӑх. 11 Иоанн хирӗҫ ҫапла тавӑрнӑ: «Камӑн икӗ тумтир пур, пӗрне чухӑна патӑр. Камӑн ҫимелли пур, вӑл та ҫаплах тутӑр». 12 Налук пухакансем те Иоанн патне шыва кӗме пынӑ. Вӗсем унран ыйтнӑ: «Вӗрентекен, пирӗн мӗн тумалла-ши?» 13 Иоанн вӗсене каланӑ: «Хӑвӑра илме хушнинчен ытлашши ан илӗр». 14 Салтаксем те унран ыйтнӑ: «Пирӗн тата мӗн тумалла?» Иоанн хуравланӑ: «Кӳрентерсе, суйса айӑпласа никам укҫине те ан хапсӑнӑр, хӑвӑра мӗн чухлӗ шалу панипе ҫырлахӑр».
15 Кӗтсе тӑракан ҫынсем пурте хӑйсен ӑшӗнче Иоанн пирки: «Ку Турӑ Суйласа илни мар-ши?» – тесе шухӑшланӑ чухне 16 Иоанн пурне те ҫапла каланӑ: «Эпӗ сире шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та манран Хӑватли килет, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ. 17 Кӗреҫи те Унӑн Хӑйӗн аллинчех. Вӑл йӗтемӗнчи туллине сӑвӑрса тасатӗ те ӑна Хӑйӗн кӗлетне пухса хурӗ, арпи-улӑмне вара сӳнми вутра ҫунтарса ярӗ».
18 Ҫакнашкал тата ытти сӑмахсемпе Иоанн халӑха Ырӑ Хыпар нумай вӗрентнӗ. 19 Вӑл Ирод пуҫлӑха хӑй пиччӗшӗн арӑмне, Иродиадӑна, качча илнӗшӗн тата ытти усал ӗҫсемшӗн хытӑ питленӗ. 20 Ирод вара усал ӗҫӗсем ҫумне тата тепӗр усал ӗҫ хушнӑ: Иоана тӗрмене хуптарнӑ.
Иисуса шыва кӗртни
(Мф. 3:13-17; Мк. 1:9-11)
21 Пӗтӗм халӑх шыва кӗнӗ чух, Иисус шыва кӗрсе тухса кӗлтунӑ вӑхӑтра, тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, 22 Ун ҫине Святой Сывлӑш кӑвакарчӑн кӗлетки пек курӑнса аннӑ. Вара тӳперен сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ – Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!»
Иисус Христосӑн йӑх тымарӗ
(Мф. 1:1-17)
23 Хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑ чух Иисус пӗр вӑтӑр ҫулсенче пулнӑ. Ҫынсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Вӑл Иосиф ывӑлӗ, Илия мӑнукӗ пулнӑ. Унӑн ытти мӑн аслашшӗсем: 24 Матфат, Левий, Мелхий, Ианнай, Иосиф, 25 Маттафий, Амос, Наум, Еслим, Наггей, 26 Мааф, Маттафий, Семеий, Иосиф, Иуда, 27 Иоаннан, Рисай, Зоровавель, Салафииль, Нирий, 28 Мелхий, Аддий, Косам, Елмодам, Ир, 29 Иосий, Елиезер, Иорим, Матфат, Левий, 30 Симеон, Иуда, Иосиф, Ионан, Елиаким, 31 Мелеай, Маинан, Маттафай, Нафан, Давид, 32 Иессей, Овид, Вооз, Салмон, Наассон, 33 Аминадав, Арам, Есром, Фарес, Иуда, 34 Иаков, Исаак, Авраам, Фарра, Нахор, 35 Серух, Рагав, Фалек, Евер, Сала, 36 Каинан, Арфаксад, Сим, Ной, Ламех, 37 Мафусал, Енох, Иаред, Малелеил, Каинан, 38 Енос, Сиф, Адам. Адама вара Турӑ пултарнӑ.
4Иисуса шуйттан илӗртсе тӗрӗслени
(Мф. 4:1-11; Мк. 1:12-13)
1 Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ Иисуса Иордан хӗрринчен тавӑрӑнсан Сывлӑш пуш хире ертсе кайнӑ. 2 Унта Ӑна шуйттан хӗрӗх кун илӗртсе тӗрӗсленӗ. Ҫав кунсенче Иисус нимӗн те ҫимен, юлашкинчен Унӑн ҫиесси килнӗ. 3 Шуйттан Ӑна каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чула ҫӑкӑр пулма хуш». 4 «Ҫырнинче ҫапла каланӑ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус, – ҫын ҫӑкӑрпа кӑна пурӑнмасть, Туррӑн кашни сӑмахӗпех пурӑнать». 5 Вара шуйттан Ӑна ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ та пӗр самантрах тӗнчери мӗн пур патшалӑха кӑтартнӑ. 6 Унтан вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫак мӗн пур патшалӑхсемпе пуҫ пулмалли хама панӑ ирӗке, вӗсен чап-илемне Сана парӑп, мӗншӗн тесен эпӗ ӑна кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп. 7 Ҫапла вара, мана ӳксе пуҫҫапсан, пӗтӗмпех Санӑн пулӗ». 8 «Кай Ман патӑмран, шуйттан, – тенӗ Иисус. – Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Хуҫа Турруна кӑна пуҫҫап, пӗр Уншӑн анчах ӗҫлесе тӑр“». 9 Вара шуйттан Ӑна Иерусалима илсе кайнӑ та Турӑ Ҫурчӗ тӑррине тӑратса каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫакӑнтан аялалла сик. 10 Ҫырнинче каланӑ вӗт: „Турӑ Хӑйӗн ангелӗсене Сана упрама хушӗ, 11 урупа чултан такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ“». 12 Иисус шуйттана хирӗҫ ҫапла каланӑ: «„Хӑвӑн Хуҫа Турруна илӗртсе ан тӗрӗсле“, – тенӗ Ҫырнинче». 13 Урӑх нимпе те илӗртме ҫук пирки майлӑ вӑхӑт ҫитиччен шуйттан Ун патӗнчен кайнӑ.
Иисус Галилейӑра вӗрентме пуҫлани
(Мф. 4:12-17; Мк. 1:14-15)
14 Иисус вара Сывлӑшпа хӑватланса Галилейӑна тавӑрӑннӑ. Ун ҫинчен пӗтӗм таврана хыпар сарӑлнӑ. 15 Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, пурте Ӑна мухтаса калаҫнӑ.
Иисуса Назаретра йышӑнманни
(Мф. 13:53-58; Мк. 6:1-6)
16 Пӗррехинче Иисус Хӑй ӳснӗ хулана, Назарета, пынӑ. Шӑмат кун Вӑл яланхи пекех синагогӑна кӗнӗ те Ҫырнине вулама хатӗрленсе тӑнӑ. 17 Ӑна Исаия пророк кӗнекине панӑ. Вӑл кӗнекене уҫнӑ та ҫак вырӑна тупса вулама пуҫланӑ: 18 «Хуҫа Туррӑн Сывлӑшӗ Ман ҫинче, Вӑл Мана суйласа илсе чухӑнсене Ырӑ Хыпар вӗрентме ячӗ. Вӑл Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантарма ячӗ. Тыткӑнрисене ирӗке кӑларасса, суккӑррисене куракан тӑвасса, пусмӑртисене хӑтарасса, 19 Туррӑн ырӑлӑх кӑтартас вӑхӑчӗ ҫитессе пӗлтерме ячӗ». 20 Иисус вара кӗнекине хупса унта ӗҫлекен ҫынна панӑ та, Хӑй ларнӑ. Синагогӑри ҫынсем пурте Ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхнӑ. 21 Унтан Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫырнинчи эсир илтнӗ ҫак сӑмахсем паян пурнӑҫланчӗҫ ӗнтӗ».
22 Вара вӗсем пурте Иисус каланипе килӗшнӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен тухакан ырӑлӑх сӑмахӗсенчен тӗлӗннӗ. «Иосиф ывӑлӗ мар-и вара Ку?» – тесе калаҫнӑ вӗсем. 23 Иисус вӗсене каланӑ: «Паллах, эсир, ваттисем каларӑшле: „Тухтӑр, Хӑвна Ху сыват!“ – тесе калама пултаратӑр Мана. Капернаумра Эсӗ мӗн тунине илтрӗмӗр эпир. Кунта та, Ху ӳснӗ хулара, ҫавна туса кӑтарт тесе каласшӑн ӗнтӗ эсир». 24 «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ унтан, – хӑйӗн тӑван ҫӗр-шывӗнче пӗр пророка та хапӑл туса йышӑнмаҫҫӗ. 25 Тата ҫакна калас килет: Илия пурӑннӑ вӑхӑтра виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх пӗртте ҫумӑр ҫуман. Вара ҫав ҫӗр-шывра питӗ йывӑр выҫлӑх пуҫланнӑ. Ун чухне Израильте тӑлӑх арӑмсем нумай пулнӑ, 26 ҫапах Илия пророка Сидонри Сарепта хулинчи пӗр тӑлӑх арӑм патне янисӗр пуҫне пӗрин патне те яман. 27 Елисей пророк вӑхӑтӗнче те Израиль ҫӗрӗнче юхан-суранлӑ ҫынсем нумай пулнӑ, анчах Сири ҫынни Неемансӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те тасалман».
28 Ҫавна илтсен синагогӑрисем пурте питӗ хытӑ ҫилленсе кайнӑ. 29 Вӗсем сиксе тӑнӑ та Иисуса хуларан хӑваласа кӑларнӑ. Вара Ӑна хӑйсен хули вырнаҫнӑ ту ҫине илсе хӑпартса аялалла тӗртсе ярасшӑн пулнӑ. 30 Анчах та Иисус вӗсен хушшинченех утса тухса кайнӑ.
Иисус Христос Капернаумра кӑтартнӑ хӑватсем
(Мк. 1:21-28)
31 Кайран Иисус Галилейӑри Капернаум хулине пынӑ. Вара шӑмат кунсенче халӑха вӗрентнӗ. 32 Ҫынсем Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен Унӑн сӑмахӗнче Турӑ хӑвачӗ пулнӑ. 33 Синагогӑра усал ернӗ ҫын пулнӑ. Вӑл хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: 34 «Эй, Назарет Иисусӗ! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур ара? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ. Эсӗ камне эпӗ пӗлетӗп: Эсӗ – Туррӑн Святойӗ!» 35 Иисус ӑна чарса ҫапла каланӑ: «Чарӑн! Тух ун ӑшӗнчен!» Вара усал сывлӑш ҫав ҫынна синагога варринчех урайне ӳкернӗ те нимӗнле сиен тумасӑрах ун ӑшӗнчен тухнӑ. 36 Ҫавна куракансем пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайса пӗр-пӗринчен ыйтнӑ: «Ку мӗне пӗлтерет-ши? Вӑл Хӑй ирӗкӗпе тата вӑй-хӑвачӗпе усал сывлӑшсене хушать те, лешсем тухаҫҫӗ».
37 Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗтӗм таврана Иисус ҫинчен хыпар сарӑлнӑ.
38 Синагогӑран тухсан Вӑл Симон килне пынӑ. Симонӑн хунямӑшӗ сив чирпе питӗ йывӑр выртнӑ. Ҫавӑн чухне Иисусран ӑна пулӑшма ыйтнӑ. 39 Иисус ун патне пырса сив чире чарнӑ, вара унӑн чирӗ иртсе кайнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑнтах тӑнӑ та вӗсене хӑналама пуҫланӑ. 40 Чир-чӗрлӗ ҫын пуррисем пурте хӗвел аннӑ чухне вӗсене Иисус патне ҫавӑтса пынӑ. Вӑл, кашнин ҫинех Хӑйӗн аллине хурса, чирлисене сыватнӑ. 41 Усал сывлӑшсем те нумай ҫын ӑшӗнчен: «Эсӗ – Христос, Турӑ Ывӑлӗ!» – тесе кӑшкӑрса тухнӑ. Иисус вӗсене Хӑй Христос пулнине пӗлни ҫинчен калама чарнӑ.
Иисус Галилейӑра вӗрентни
(Мк. 1:35-39)
42 Ирхине Иисус унтан тухса ҫын ҫук вырӑна кайнӑ. Ҫынсем Ӑна шыранӑ, тупсан, Ӑна хистесех хӑйсемпе хӑварасшӑн пулнӑ. 43 Анчах та Иисус вӗсене каланӑ: «Манӑн ытти хуласенче те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳремелле, Мана ҫавӑншӑн янӑ». 44 Вӑл вара Галилейӑри синагогӑсенче ӳкӗтлесе вӗрентнӗ.
5Иисусӑн малтанхи вӗренекенӗсем
(Мф. 4:18-22; Мк. 1:16-20)
1 Пӗррехинче Иисус Геннисарет кӳлли хӗрринче чарӑнса тӑнӑ. Турӑ сӑмахне итлесшӗн Ун патне халӑх кӗпӗрленсе пухӑннӑ. 2 Вӑл кӳлӗ хӗрринче икӗ кимӗ ларнине курнӑ. Пулӑҫӑсем кимӗ ҫинчен тухса сӗреке-тетелӗсене ҫуса тӑнӑ. 3 Иисус, Симон кимми ҫине ларсан, ӑна ҫыран хӗрринчен кӑшт шаларах ишсе кайма хушнӑ. Унтан Хӑй кимӗ ҫинчен халӑха вӗрентме пуҫланӑ. 4 Вӗрентсе пӗтерсен Вӑл Симона ҫапла каланӑ: «Тарӑнрах ҫӗре ишсе кӗр те пулӑ тытма сӗреке-тетелӳсене пӑрах». 5 Симон Ӑна хирӗҫ каланӑ: «Вӗрентекен! Эпир ҫӗрӗпех тертленсе ӗҫлерӗмӗр, ҫапах пӗр пулӑ та тытаймарӑмӑр. Эсӗ хушатӑн пулсан, сӗреке-тетелсене пӑрахам эппин». 6 Ҫапла тусан вара питӗ нумай пулӑ кӗнӗ, вӗсен сӗреке-тетелӗсем те ҫурӑлма пуҫланӑ. 7 Вӗсем вара тепӗр кимӗ ҫинчи юлташӗсене паллӑ кӑтартса хӑйсене пулӑшма чӗннӗ. Лешсем ишсе пырсан икӗ кимӗ туллиех пулӑ тултарнӑ, ҫавӑнпа вӗсен киммисем путма пуҫланӑ. 8 Петр текен Симон ҫавна курсан Иисус ури умне ӳксе: «Эй, Хуҫамӑр! Манпа, ҫылӑхлӑ ҫынпа, пӗрле ан пулсам, кайсам», – тенӗ.
9 Хӑйсем тытнӑ пулӑ нумай пулнӑран Симон та, унпа пӗрле пулнисем те хӑраса-тӗлӗнсе кайнӑ. 10 Зеведей ывӑлӗсем те, Симонӑн юлташӗсем Иаковпа Иоанн, хӑраса ӳкнӗ. Иисус вара Симона каланӑ: «Ан хӑра, паянтан эсӗ этем чунӗсене тытакан пулӑн». 11 Унтан вӗсем икӗ киммине те ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ та, пӗтӗмпех пӑрахса хӑварса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
Юхан-суранлӑ ҫынна сыватни
(Мф. 8:1-4; Мк. 1:40-45)
12 Иисус пӗр хулара юхан-суранланса кайнӑ ҫынна тӗл пулнӑ. Иисуса курсан вӑл ӳксе пуҫҫапнӑ та Ӑна йӑлӑннӑ: «Хуҫамӑр! Сыватас тесессӗн, Эсӗ мана сыватма пултаратӑнах». 13 Иисус аллине тӑсса ӑна сӗртӗннӗ те: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал», – тенӗ. Ҫавӑнтах ун ҫинчи юхан-суран пӗтнӗ. 14 «Асту, кун ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Кайса хӑвна священника кӑтарт та ху тасалнӑшӑн, Моисей саккунӗ хушнӑ пек, Турра парне кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те ӗнтӗ».
15 Апла пулин те Иисус ҫинчен ытларах та ытларах ырӑ ят сарӑлнӑ. Вӑл вӗрентнине итлеме те, чир-чӗртен сывалма та Ун патне темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ. 16 Анчах та Иисус час-часах ҫын ҫук вырӑна кайса кӗлтунӑ.
Паралич ҫапнӑ ҫынна сыватни
(Мф. 9:1-8; Мк. 2:1-12)
17 Пӗррехинче Иисус халӑха вӗрентнӗ. Галилейӑпа Иудея ҫӗрӗнчи пур ял-хуларан тата Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем те унта ларнӑ. Чирлисем сывалнипе Хуҫа Турӑ вӑй-хӑвачӗ палӑрнӑ. 18 Ҫавӑнта пӗрисем паралич ҫапнӑ ҫынна выртнӑ вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ та пӳрте йӑтса кӗрсе ӑна Иисус умне хурасшӑн тӑрмашнӑ. 19 Анчах халӑх йышлӑ пулнӑран шала кӗме май тупайман. Вара вӗсем ҫурт тӑррине хӑпарнӑ та ӑна пӗр тӗлтен сӳтсе паралич ҫапнӑ ҫынна выртнӑ вырӑнӗпех пухӑннисен варрине, Иисус умнех, антарнӑ. 20 Вӗсен ӗненӗвне курсан Иисус ҫав ҫынна: «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ», – тенӗ. 21 Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла шухӑшласа калаҫнӑ: «Вӑл Турра хурлать! Камах вара Вӑл? Турӑсӑр пуҫне ҫылӑх каҫарма кам пултарӗ?» 22 Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эсир мӗншӗн ун пек шухӑшлатӑр? 23 Мӗн калама ҫӑмӑлрах: „Сан ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ“ теме-и е: „Тӑр та утса ҫӳре“ теме? 24 Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сирӗн пӗлмелле». Ҫавна кӑтартса парас тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ: «Сана калатӑп: тӑр та вырӑнна илсе киле кай». 25 Лешӗ вара ҫав самантрах вӗсен куҫӗ умӗнчех тӑнӑ та вырӑнне илсе, Турра мухтаса, килне кайнӑ. 26 Унта тӑракансем пурте шалтах тӗлӗнсе кайнӑ, хӑраса ӳкнипе вара Турра мухтама пуҫланӑ. «Паян эпир тӗлӗнмелле ӗҫ-пуҫ куртӑмӑр», – тенӗ вӗсем.
Иисус Левие чӗнни
(Мф. 9:9-13; Мк. 2:13-17)
27 Ҫавӑн хыҫҫӑн, унтан кайсан, Иисус налук пухмалли ҫуртра ларакан Левий ятлӑ ҫынна курнӑ. «Ман хыҫран пыракан пул», – тенӗ ӑна Иисус. 28 Лешӗ тӑнӑ та, пӗтӗмпех хӑварса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. 29 Унтан вӑл Иисуса хӑналама хӑйӗн килӗнче пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. Хӑнасем хушшинче налук пухакансем те, ытти ҫынсем те нумаййӑн пулнӑ. 30 Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисусӑн вӗренекенӗсене ӳпкелешсе каланӑ: «Мӗншӗн эсир налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиетӗр?» 31 Ҫавна илтсен Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ. 32 Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ».
Типӗ тытасси ҫинчен ыйтни
(Мф. 9:14-17; Мк. 2:18-22)
33 Вара вӗсем Иисусран ыйтнӑ: «Иоанн вӗренекенӗсем те, фарисейсен вӗренекенӗсем те тӑтӑшах типӗ тытаҫҫӗ, кӗлтӑваҫҫӗ, Сан вӗренекенӳсем мӗншӗн ӗҫсе ҫиеҫҫӗ?» 34 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир туй ачисене кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне типӗ тыттарайӑр-и? 35 Акӑ кӗрӳ каччӑна вӗсенчен туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче вара вӗсем типӗ тытӗҫ».
36 Унтан Вӑл тепӗр ытарлӑх каласа панӑ: «Никам та ҫӗнӗ тумтиртен чӗрсе илсе кивӗ тумтир ҫине саплӑк лартмасть. Апла тусан вӑл ҫӗнӗ тумтирне те пӑсать, ҫӗнӗ саплӑкӗ те кивви ҫумӗнче килӗшмест. 37 Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа никам та тултармасть. Апла тусан ҫӗнӗ эрех кивӗ хутаҫа ҫурса ярӗ те, хӑй те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ. 38 Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултармалла, вара вӗсем иккӗшӗ те упранса юлӗҫ. 39 Пулса ҫитнӗ хӗрлӗ эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑнах никам та тин тунӑ хӗрлӗ эрех ӗҫесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесен вӑл: „Кивви лайӑхрах!“ – тейӗ».
6Иисус – шӑмат кун хуҫи те
(Мф. 12:1-8; Мк. 2:23-28)
1 Пӗррехинче, пасхӑн иккӗмӗш кунӗ хыҫҫӑнхи малтанхи шӑмат кун, Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ. Унӑн вӗренекенӗсем пучах тата-тата илсе, ывӑҫ тупанӗ ҫинче сӑтӑрса ҫиме пуҫланӑ. 2 Хӑш-пӗр фарисейсем вӗсенчен: «Эсир мӗншӗн шӑмат кун тума юраманнине тӑватӑр?» – тесе ыйтнӑ. 3 Иисус вӗсене ҫапла тавӑрнӑ: «Пӗррехинче, Давид тата унпа пӗрле пулнисем выҫӑпа аптӑрасан, вӑл мӗн туни ҫинчен вуламан-им эсир? 4 Епле вӑл кӗлӗ ҫуртне кӗрсе Турра халалланӑ ҫӑкӑрсене илсе хӑй те ҫинӗ, пӗрле пулнисене те панӑ. Вӗсене священниксемсӗр пуҫне никамӑн та ҫиме юраман вӗт-ха». 5 Унтан вӗсене ҫапла каланӑ: «Этем Ывӑлӗ – шӑмат кун хуҫи те».
Алли типнӗ ҫынна сыватни
(Мф. 12:9-14; Мк. 3:1-6)
6 Иисуса тепӗр шӑмат кун та синагогӑна кӗрсе вӗрентме тӳр килнӗ. Унта сылтӑм алли типнӗ ҫын пулнӑ. 7 Иисус шӑмат кун сыватмӗ-и-ха тесе, Ӑна айӑплама сӑлтав шыраса, саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Ӑна сӑнаса тӑнӑ. 8 Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлнӗ, ҫавӑнпа Вӑл алли типнӗ ҫынна: «Тӑр та халӑх умне тух», – тенӗ. Лешӗ тӑнӑ та тухнӑ. 9 Унтан Иисус вӗсене каланӑ: «Эпӗ сирӗнтен ыйтам-ха: шӑмат кун мӗн тумалла? Ыррине-и е усаллине? Чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле?» Пӗри те хирӗҫ чӗнмен. 10 Вара Иисус вӗсене пурне те пӑхса ҫавӑрӑннӑ та ҫав ҫынна: «Аллуна тӑс», – тенӗ. Лешӗ тӑснӑ та, унӑн алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ. 11 Вӗсем вара урса ҫитнипе хӑйсем хушшинче: «Ку Иисуса мӗн тӑвар-ши?» – тесе калаҫнӑ.
Вун икӗ апостола суйласа илни
(Мф. 10:1-4; Мк. 3:13-19)
12 Ҫав кунсенче Иисус кӗлтума ту ҫине хӑпарнӑ. Унта Вӑл ҫӗр каҫипех Турра кӗлтунӑ. 13 Тул ҫутӑлсан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе вӗсенчен вун иккӗшне суйласа илнӗ, вӗсене апостол ятне панӑ. Вӗсем ҫаксем: 14 Петр тесе Иисус ят панӑ Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Иаков, Иоанн, Филипп, Варфоломей, 15 Матфей, Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков, Зилот текен Симон, 16 Иаков ывӑлӗ Иуда тата Иуда Искариот. Ҫакскер кайран сутӑнчӑк пулса тӑнӑ.
Иисус халӑха сыватни тата вӗрентни
(Мф. 4:23-25)
17 Иисус апостолсемпе пӗрле ту ҫинчен ансан тӳрем ҫӗрте чарӑнса тӑнӑ. Унта вара Унӑн чылай вӗренекенӗсем тата пӗтӗм Иудейӑран, Иерусалимран, тинӗс хӗрринчи Тирпа Сидон таврашӗнчен нумай халӑх пуҫтарӑннӑ. 18 Вӗсем пурте Иисус вӗрентнине итлеме тата чирӗсенчен сывалма пынӑ. Усал сывлӑш ернипе аптӑракан ҫынсем те пырса тӑнӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ. 19 Пӗтӗм халӑх Ӑна сӗртӗнесшӗн пулнӑ, мӗншӗн тесен Унран тухакан хӑват пурне те сыватнӑ.
Телей ҫинчен, хуйхӑ ҫинчен
(Мф. 5:1-12)
20 Хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине пӑхса Иисус ҫапла калама пуҫланӑ: «Чун-чӗм кӗлмӗҫисем телейлӗ, сире Турӑ Патшалӑхӗ пулӗ. 21 Халӗ выҫӑхса пурӑнакансем телейлӗ, эсир тӑранӑр. Халӗ йӗрекенсем телейлӗ, эсир савӑнса хӗпӗртӗр. 22 Этем Ывӑлӗ пирки сире ҫынсем курайми пулсан, сирӗнпе хутшӑнми пулсан, хурласан, сирӗн ятӑртан та усал сӑмах туса хурсан, эсир телейлӗ пулӑр. 23 Вӗсен мӑн аслашшӗсем те пророксене ҫаплах хӗсӗрленӗ. Ҫав кун савӑнӑр та хӗпӗртӗр, мӗншӗн тесен тӳпери сӑвапӑр пысӑк пулӗ.
24 Пуянсем, сире вара хуйхӑ пулӗ, эсир савӑнӑҫӑра илтӗр ӗнтӗ. 25 Халӗ мӑнтӑрпа иртӗхекенсем, сире хуйхӑ пулӗ, эсир выҫӑпа аптӑрӑр. Халӗ кулакансем, сире хуйхӑ пулӗ, эсир хурланса макӑрӑр. 26 Сирӗн ҫинчен пурте мухтаса калаҫсан, сире хуйхӑ пулӗ, вӗсен мӑн аслашшӗсем те суя пророксене ҫаплах мухтанӑ».
Хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр
(Мф. 5:38-48; 7:12)
27 «Анчах та сире, сӑмахӑма итлекенсене, калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра курайман ҫынсене ырӑ тӑвӑр. 28 Хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, кӳрентерекен ҫынсемшӗн кӗлтӑвӑр. 29 Хӑвна пӗр енчен ҫупса яракана тепӗр енне ҫавӑрса пар. Санран ҫиелти тумтире туртса илекене кӗпӳне илме те ан чар. 30 Пур ыйтакана та пар. Хӑвӑнне илнӗ ҫынран каялла ан шыра. 31 Ҫынсене хӑвӑрпа мӗнле пултарас килет, вӗсемпе те ҫавнашкалах пулӑр. 32 Хӑвӑра юратакансене кӑна саватӑр пулсан, сире уншӑн мӗн мухтамалли пур? Ҫылӑхлисем те хӑйсене юратакан ҫынсене саваҫҫӗ. 33 Хӑвӑршӑн ырӑ ӗҫ тӑвакансене кӑна ырӑ тӑватӑр пулсан, сире уншӑн мӗн мухтамалли пур? Ҫылӑхлӑ ҫынсем те ҫаплах тӑваҫҫӗ. 34 Тавӑрса паракан, шанчӑклӑ ҫынна ҫеҫ кивҫен паратӑр пулсан, сире уншӑн мӗн мухтамалли пур? Ҫылӑхлисем те, каялла илессе шанса, ҫылӑхлӑ ҫынсене кивҫен параҫҫӗ. 35 Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр. Тавӑрса парасса шанмасӑрах кивҫен парӑр. Вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ачисем пулӑр, мӗншӗн тесен Вӑл пархатарсӑр ҫынсемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ. 36 Ҫапла вара, сирӗн Аҫӑр епле ырӑ кӑмӑллӑ, эсир те ҫавӑн пек ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр».
Ыттисене ан айӑплӑр
(Мф. 7:1-5)
37 «Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ. Ҫынна сивлесе ан калаҫӑр, вара хӑвӑра та сивлемӗҫ. Каҫарӑр, вара хӑвӑра та каҫарӗҫ. 38 Парӑр, вара хӑвӑра та парӗҫ: тулли виҫепе виҫсе, силлесе, пусса, тӳпеми тултарсах чӗрҫи ҫине хурӗҫ. Мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ».
39 Тата Иисус вӗсене ҫапла ытарлӑх каласа панӑ: «Суккӑра суккӑр ҫавӑтса ҫӳреме пултарать-и? Апла вӗсем иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкмӗҫ-и? 40 Вӗренекен хӑйӗн вӗрентекенӗнчен аслӑ пулмасть. Ҫапах та пӗлӗвне ӳстерсен кирек кам та хӑйӗн вӗрентекенӗ пек пулма пултарать. 41 Мӗншӗн эсӗ тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе куратӑн, хӑвӑн куҫунти пӗренене асӑрхамастӑн? 42 Хӑвӑн куҫунти пӗренене асӑрхамастӑн пулсан епле-ха эсӗ: „Тӑванӑм, куҫна кӗнӗ ҫӳппе кӑларса ярам-ха“, – тесе калама пултаратӑн? Икӗ питлӗскер! Малтан хӑвӑн куҫунти пӗренене кӑлар, вара тин тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе мӗнле кӑлармаллине уҫӑмлӑн курӑн».
Йывӑҫпа ҫимӗҫӗ ҫинчен
(Мф. 7:17-20; 12:34-35)
43 «Ырӑ йывӑҫ начар ҫимӗҫ тумасть. Начар йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тумасть. 44 Кашни йывӑҫа ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ. Смоква ҫимӗҫне кӳкен тӗмми ҫинчен татмаҫҫӗ, иҫӗм ҫырлине те шӑлан тӗмми ҫинчен пуҫтармаҫҫӗ. 45 Ырӑ ҫыннӑн ырӑ кӑмӑлӗнчен ырри тухать, усал ҫыннӑн усал кӑмӑлӗнчен усалли тухать. Этемӗн кӑмӑлӗ мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать».
Ҫурт лартакан икӗ ҫын ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мф. 7:24-27)
46 «Мӗншӗн эсир Мана: „Эй, Хуҫамӑр! Хуҫамӑр!“ – тесе чӗнетӗр, хӑвӑр вара Эпӗ вӗрентнӗ пек тумастӑр? 47 Ман пата килекен, Ман сӑмахсене итлекен, вӗсене пурнӑҫлакан кашни ҫын кам евӗрлине каласа парам-ха сире. 48 Вӑл, тарӑн алтса, ҫуртне чул никӗс ҫине лартнӑ ҫын евӗрлӗ. Вӑйлӑ шыв тулса ҫитсен ҫав ҫурт патне пырса капланнӑ, ҫапах ӑна хускатайман, мӗншӗн тесен ҫуртне чул ҫине лартнӑ. 49 Ман сӑмахсене итлесе вӗсене пурнӑҫламан ҫын ҫуртне ҫӗр ҫине никӗссӗрех лартнӑ ҫын евӗрлӗ. Вӑйлӑ шыв капланса пырсан ҫав ҫурт самантрах йӑтӑнса анать, вара ишӗлчӗк ҫеҫ тӑрса юлать».
7Ҫӗрпӳ тарҫине сыватни
(Мф. 8:5-13; Ин. 4:43-54)
1 Итлесе тӑракан халӑха Хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерсен Иисус Капернаума кайнӑ. 2 Унта Рим ҫӗрпӗвӗн пӗр тарҫи вилес пекех чирлӗ выртнӑ пулнӑ. Ҫӗрпӳ ҫав тарҫа питӗ хакланӑ. 3 Иисус ҫинчен илтсен вӑл тарҫине сыватма килтӗр тесе йӑлӑнма Ун патне иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисене янӑ. 4 Лешсем Иисус патне пырсан Унран йӑлӑнса ыйтнӑ: «Ҫав ҫӗрпӳ Санран пулӑшу илме тивӗҫлӗ ҫын. 5 Вӑл пирӗн халӑха юратать, пире синагога та лартса пачӗ». 6 Вара Иисус вӗсемпе пӗрле кайнӑ. Вӑл ҫӗрпӳ ҫурчӗ патне ҫитеспе лешӗ Ӑна хирӗҫ ҫапла калама тусӗсене янӑ: «Эй, Хуҫамӑр, ан чӑрман! Сана хамӑн кил-ҫуртӑма чӗнсе кӗртме эпӗ тивӗҫлӗ мар. 7 Сан патна пыма та хама тивӗҫсӗр тесе шутларӑм. Эсӗ хуш кӑна, вара тарҫӑм сывалӗ. 8 Эпӗ аслисене пӑхӑнса тӑратӑп пулин те, манӑн хама пӑхӑнса тӑракан салтаксем те пур. Эпӗ вӗсенчен пӗрне: „Кай!“ – тесен, вӑл каять. Тепӗрне: „Кил!“ – тесен, вӑл пырать. Тарҫӑма та: „Ҫавна ту!“ – тесе хушсан, вӑл тӑвать».
9 Ҫак сӑмахсене илтсен Иисус унран тӗлӗннӗ. Унтан Хӑй хыҫӗнчен пыракан халӑх еннелле ҫавӑрӑнса: «Калатӑп сире, кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ», – тенӗ.
10 Иисус патне янисем каялла тавӑрӑнсан чирлӗ выртакан тарҫӑ сывалнине курнӑ.
Тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне вилӗмрен чӗртни
11 Нумаях та вӑхӑт иртмен, Иисус Наин хулине кайнӑ. Унпа пӗрле вӗренекенӗсенчен чылайӑшӗ тата темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. 12 Хула хапхи патне ҫитеспе Вӑл хуларан вилнӗ ҫынна ҫӗклесе тухакансене тӗл пулнӑ. Вилни тӑлӑх арӑмӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулнӑ, халӑх унта нумай пуҫтарӑннӑ. 13 Иисус ҫав тӑлӑх арӑма курсан, ӑна хӗрхенсе: «Ан йӗр», – тенӗ. 14 Унтан Вӑл пырса вилене ҫӗклемеллине сӗртӗннӗ те, ӑна ҫӗклесе пыракансем чарӑннӑ. Иисус вара каланӑ: «Ачам, сана тӑма хушатӑп!» 15 Вилнӗскер ҫавӑнтах тӑрса ларнӑ та калаҫма пуҫланӑ. Иисус ӑна амӑшне панӑ. 16 Ҫынсем пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайнӑ, вӗсем Турра мухтаса каланӑ: «Пирӗн хушшӑмӑрта аслӑ пророк тупӑнчӗ! Турӑ Хӑйӗн халӑхне хӑтарма килчӗ!»
17 Вара Ун ҫинчен ҫапла калаҫни пӗтӗм Иудейӑпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене сарӑлнӑ.
Иоанӑн вӗренекенӗсем тата Иисус
(Мф. 11:2-19)
18 Ҫавӑн ҫинчен йӑлтах Иоана хӑйӗн вӗренекенӗсем каласа кӑтартнӑ. 19 Иоанн вара вӗсенчен иккӗшне чӗнсе илнӗ те: «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?» – тесе ыйтма Иисус патне янӑ. 20 Хайхисем Иисус патне пырсан каланӑ: «Шыва кӗртекен Иоанн пире Сан патна ҫапла ыйтма ячӗ: Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?» 21 Ҫавӑн чухне Иисус нумай ҫынна чир-чӗртен сыватнӑ, усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларнӑ, суккӑр ҫынсенчен чылайӑшне куракан тунӑ. 22 Иоанн вӗренекенӗсене Иисус ҫапла каланӑ: «Кайӑр та хӑвӑр мӗн курни-илтнине Иоана каласа парӑр: суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, юхан-суранлисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтекен пулаҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлеҫҫӗ, чухӑннисем Ырӑ Хыпар итлеҫҫӗ. 23 Ман пирки иккӗленмен ҫын телейлӗ». 24 Иоанн янӑ ҫынсем Хӑйӗн патӗнчен кайсан Иисус халӑха Иоанн ҫинчен ҫапла калама пуҫланӑ: «Эсир пуш хире мӗн курма кайрӑр? Ҫилпе хумханса ларакан хӑмӑша-и? 25 Мӗн курма кайрӑр вара эсир? Капӑр тумтир тӑхӑннӑ ҫынна-и? Чаплӑ тумланакансем, пуян пурӑнакансем патша ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ. 26 Мӗн курма кайрӑр-ха эппин? Пророка курма-и? Ҫапла, калатӑп сире: вӑл пророкран та аслӑ. 27 „Акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн хыпарҫӑна яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ“, – тенӗ Ҫырнинче. Вӑл шӑпах ҫавӑ. 28 Калатӑп сире: этем йӑхӗнче Шыва кӗртекен Иоанран аслӑрах пӗр пророк та ҫук, анчах Турӑ Патшалӑхӗнче чи кӗҫӗнни те унран аслӑ».
29 Иоана итленӗ пӗтӗм халӑх, ҫав шутрах налук пухакансем те, унран шыва кӗрсе Турра мухтанӑ. 30 Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем кӑна Турӑ ирӗкне хирӗҫлесе шыва кӗмен.
31 Хуҫамӑр вара ҫапла каланӑ: «Ҫак ӑру ҫыннисене кампа танлаштарам-ши? Кам евӗрлӗ вӗсем? 32 Вӗсем урамра пӗр-пӗрне ҫапла кӑшкӑрса ларакан ачасем евӗрлӗ: „Эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр – эсир ташламарӑр. Эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑ юрларӑмӑр – эсир йӗмерӗр“. 33 Шыва кӗртекен Иоанн килчӗ: ҫӑкӑр та ҫимест, хӗрлӗ эрех те ӗҫмест. „Усал ернӗ ӑна“, – тетӗр эсир. 34 Этем Ывӑлӗ килчӗ: ҫиет те, ӗҫет те. „Ку ҫын ҫиме те, хӗрлӗ эрех ӗҫме те юратать. Вӑл налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“, – тетӗр эсир. 35 Анчах та Турӑ ӑслӑлӑхне ачисем пурте тӳрре кӑларчӗҫ ӗнтӗ».
Ҫылӑхлӑ хӗрарӑма каҫарни
36 Пӗр фарисей Иисуса хӑнана чӗннӗ. Иисус вара ун килне кӗнӗ те ҫиме ларнӑ. 37 Ҫак хулара ҫылӑхлӑ хӗрарӑм пурӑннӑ. Вӑл фарисей килӗнче Иисус апат ҫинине пӗлнӗ те алебастр савӑтпа ырӑ шӑршӑллӑ ҫу, мирӑ, илсе пынӑ. 38 Хӗрарӑм, хыҫалтан пырса, Иисус ури патӗнче йӗрсе тӑнӑ. Унӑн урисем ҫине куҫҫуль юхтарса хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ. Вӑл Иисусӑн урисене чуптӑва-чуптӑва мирӑпа сӗрнӗ. 39 Ҫавна курсан Иисуса чӗнсе кӗртнӗ фарисей хӑй ӑшӗнче шухӑшланӑ: «Ҫак Ҫын чӑнах та пророк пулсан, Хӑйне кам, мӗнле хӗрарӑм сӗртӗннине пӗлӗччӗ, мӗншӗн тесен ку ҫылӑхлӑ хӗрарӑм!»
40 Иисус ун енне ҫавӑрӑнса: «Симон, Ман сана пӗр сӑмах каламали пур», – тенӗ. Симон вара: «Вӗрентекен, кала», – тенӗ. 41 Иисус ҫапла каланӑ: «Икӗ ҫын кивҫен паракана парӑмлӑ пулнӑ: пӗри пилӗк ҫӗр динарий чухлӗ, тепри алӑ динарий чухлӗ. 42 Анчах вӗсен тӳлеме нимӗн те пулманран кивҫен панӑ ҫын вӗсене иккӗшне те каҫарнӑ. Ӗнтӗ кала-ха, ҫавсенчен хӑшӗ ӑна ытларах юратӗ?» 43 «Хӑшне ытларах каҫарнӑ, ҫавӑ тесе шутлатӑп эпӗ», – тенӗ Симон. «Эсӗ тӗрӗсех шухӑшлатӑн», – тенӗ Иисус. 44 Унтан Вӑл, хӗрарӑм енне ҫавӑрӑнса, Симона каланӑ: «Ҫак хӗрарӑма эсӗ куратӑн-и? Эпӗ санӑн кил-ҫуртна кӗтӗм, ҫапах эсӗ ура ҫума Мана шыв та памарӑн. Ку хӗрарӑм вара Ман урасене куҫҫулӗпе ҫуса, хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлса типӗтрӗ. 45 Эсӗ Мана тӑванла чуптумарӑн, вӑл вара Эпӗ килнӗренпех Манӑн урасене пӗр чарӑнмасӑр чуптӑвать. 46 Эсӗ Манӑн пуҫӑма тип ҫу та сӗрмерӗн, вӑл вара Манӑн урасене мирӑ сӗрчӗ. 47 Ҫавӑнпа калатӑп сана: унӑн, ҫылӑха нумай кӗнӗскерӗн, юратулӑхӗ нумай пулнӑран ҫылӑхӗсем каҫарӑнаҫҫӗ. Камӑн ҫылӑхӗ сахал каҫарӑнать, ҫав сахал юратать».
48 Вара Иисус хӗрарӑма каланӑ: «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ». 49 Унта ларакансем хӑйсен ӑшӗнче: «Ку кам-ши? Вӑл ҫылӑхсене каҫарма та пултарать», – тенӗ. 50 Иисус вара ҫав хӗрарӑма: «Ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ, канӑҫлӑ каях ӗнтӗ», – тенӗ.
8Хӗрарӑмсем Иисуспа пӗрле ҫӳрени
1 Иисус ҫавӑн хыҫҫӑн хуласемпе ялсем тӑрӑх Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар вӗрентсе ҫӳренӗ. Унпа пӗрле Вун иккӗшӗ 2 тата усал сывлӑшран, чиртен сыватнӑ хӑш-пӗр хӗрарӑмсем пынӑ. Вӗсем хушшинче ӑшӗнчен ҫичӗ усал сывлӑш тухнӑ Магдалина текен Мария, 3 Ирод кил-ҫуртне пӑхса тӑракан Хуза арӑмӗ Иоанна, Сусанна тата урӑххисем те нумаййӑн пулнӑ. Вӗсем Иисуса хӑйсен пурлӑхӗпе пулӑшса тӑнӑ.
Акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мф. 13:1-9; Мк. 4:1-9)
4 Иисус патне тӗрлӗ хуласенчен питӗ нумай халӑх пуҫтарӑннӑ. Вӑл вара ытарлӑн калама пуҫланӑ: 5 «Пӗр акаҫӑ вӑрлӑх акма тухнӑ. Вӑл акнӑ чух хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ; вара вӗсене таптаса пӗтернӗ, вӗҫен кайӑксем ҫисе янӑ. 6 Хӑшӗ чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ. Нӳрӗк ҫителӗклӗ пулманран вӑл шӑтса тухсанах типсе ларнӑ. 7 Хӑшӗ пиҫенлӗ вырӑна ӳкнӗ, пиҫен ҫитӗнсе кайнӑ та калчана пусса лартнӑ. 8 Хӑшӗ тата пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкнӗ. Вӑл шӑтса тухнӑ та пӗр пӗрчӗрен ҫӗр пӗрчӗ пултарнӑ». Ҫакна каласа пӗтерсен Иисус хытӑ сасӑпа: «Илтме хӑлха пурри илттӗр!» – тенӗ.
Ытарлӑн калани ҫинчен
(Мф. 13:10-17; Мк. 4:10-12)
9 «Ку ытарлӑх мӗне пӗлтерет?» – тесе ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем. 10 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме панӑ. Ыттисене, пӗлме паманнисене, Эпӗ ытарлӑн калатӑп, ӗнтӗ вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, илтсен те ӑнланмаҫҫӗ».
Акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑха ӑнлантарни
(Мф. 13:18-23; Мк. 4:13-20)
11 «Ҫак ытарлӑх акӑ мӗне пӗлтерет: вӑрлӑх вӑл – Турӑ сӑмахӗ. 12 Ҫул хӗррине ӳкни – сӑмаха илтекен ҫынсене пӗлтерет, анчах, ӗненсе ан ҫӑлӑнччӑр тесе, вӗсем патне кайран шуйттан пырать те Турӑ сӑмахне вӗсен чӗринчен вӑрласа каять. 13 Чуллӑ ҫӗре ӳкни вара ҫакӑн пеккисене пӗлтерет: вӗсем Турӑ сӑмахне илтсен хавасланса йышӑнаҫҫӗ, анчах та хӑйсем тымарсӑр. Унашкаллисем пӗр вӑхӑт ӗненсе пурӑнаҫҫӗ, анчах та тӗрӗслев вӑхӑтне тӳсеймесӗр ӗненме пӑрахаҫҫӗ. 14 Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни те Турӑ сӑмахне илтекен ҫынсене пӗлтерет, анчах та пурӑнан пурӑнӑҫра вӗсене хӗвӗшӳ, пуянлӑх, ҫӗр ҫинчи киленӗҫ пусса лартать те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать. 15 Пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкни ҫакӑн пеккисене пӗлтерет: вӗсем илтнӗ сӑмаха ырӑ та таса чун-чӗрере упраҫҫӗ, тӳсӗмлӗ пулса тулли пучах кӑлараҫҫӗ».
Ҫутаткӑҫ ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мк. 4:21-25)
16 Иисус татах каланӑ: «Ҫутаткӑҫ ҫутсан никам та ӑна чӳлмекпе хупласа хумасть, кравать айне те лартмасть. Пӳрте кӗрекенсем ҫутӑра курччӑр тесе ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли ҫине вырнаҫтарать. 17 Вӑрттӑн туни курӑнмасӑр юлни ҫук, пытарса хӑварни те палӑрманни, ҫиеле тухманни ҫук. 18 Ҫапла вара хӑвӑр епле итленине асӑрхӑр. Камӑн пур, ӑна татах парӗҫ. Камӑн ҫук, унӑнне пур тесе шутланине те туртса илӗҫ».
Иисус Христос Амӑшӗпе тӑванӗсем
(Мф. 12:46-50; Мк. 3:31-35)
19 Иисусӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем Ун патне пынӑ, анчах ҫын нумай пулнӑран вӗсем Ун ҫывӑхне пырайман. 20 «Сана курасшӑн тулта Аннӳпе тӑванусем кӗтсе тӑраҫҫӗ», – тенӗ Иисуса. 21 «Манӑн аннем, Манӑн тӑванӑмсем – Турӑ сӑмахне итлекенсем, ӑна пӑхӑнса пурӑнакансем», – хуравланӑ вӗсене Иисус.
Ҫил-тӑвӑла чарни
(Мф. 8:23-27; Мк. 4:35-41)
22 Пӗррехинче Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине кӗрсе ларнӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: «Кӳлӗ тепӗр енне каҫар-ха». Унтан вӗсем ишме пуҫланӑ. 23 Ишсе пынӑ чух Иисус ҫывӑрса кайнӑ. Кӳлӗ ҫинче ҫил-тӑвӑл тухнӑ. Хум ҫапнипе кимме шыв тула пуҫланӑран вӗсем хӑрушӑ инкеке кӗрсе ӳкнӗ. 24 Унтан вӗсем Иисус патне пынӑ та Ӑна вӑратса: «Вӗрентӳҫӗ! Вӗрентӳҫӗ! Эпир пӗтетпӗр!» – тенӗ. Иисус ыйхӑран вӑрансан ҫиле те, хумханакан шыва та чарӑнма хушнӑ. Вара пӗтӗмпех лӑпланнӑ та, ҫанталӑк шӑпах пулнӑ. 25 «Ӑҫта сирӗн ӗненӗвӗр?» – тенӗ вара вӗсене Иисус. Вӗренекенӗсем хӑраса-тӗлӗнсе пӗр-пӗринпе ҫапла калаҫнӑ: «Кам-ши Ку? Вӑл ҫиле те, шыва та хушать те – вӗсем Ӑна пӑхӑнаҫҫӗ».
Усал ернӗ ҫынна сыватни
(Мф. 8:28-34; Мк. 5:1-20)
26 Унтан вӗсем кӳллӗн тепӗр енче Галилейӑна хирӗҫ вырнаҫнӑ Гадара ҫӗрне ишсе каҫнӑ. 27 Иисус ҫыран хӗррине тухсан Ӑна хулари пӗр ҫын тӗл пулнӑ; вӑл тахҫантанпах усал ернипе асапланнӑ. Ҫавскер тумтирсӗрех ҫӳренӗ, пурӑнасса та пӳрт-ҫуртра мар, ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхсенче пурӑннӑ. 28 Иисуса курсан вӑл кӑшкӑрса янӑ та Ун умне ӳксе хытӑ сасӑпа: «Эй, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн манпа мӗн ӗҫ пур? Тархасласа ыйтатӑп, ан асаплантар мана!» – тенӗ. 29 Мӗншӗн тесен Иисус усал сывлӑша ҫав ҫын ӑшӗнчен тухма хушнӑ. Усал сывлӑш ӑна нумай ҫул асаплантарнӑ пулнӑ. Ҫынсем унӑн алли-урине сӑнчӑрласа-тимӗрлесе сыхланӑ пулин те, вӑл сӑнчӑрӗсене тата-тата пӑрахнӑ; вара усал сывлӑш ӑна ҫын пурӑнман вырӑна хӑваласа кайнӑ. 30 Иисус унран: «Эсӗ мӗн ятлӑ?» – тесе ыйтнӑ. «Пулккипех», – тенӗ лешӗ, мӗншӗн тесен ун ӑшне нумай-нумай усал кӗнӗ. 31 Усал сывлӑшсем, хӑйсене тӗпсӗрлӗхе ан ятӑр тесе, Иисуса йӑлӑнма пуҫланӑ.
32 Ҫавӑнтах, сӑрт ҫинче, пӗр пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ. Усалсем Иисусран ҫав сыснасен ӑшне кӗме ирӗк памашкӑн тархасласа ыйтнӑ. Иисус вӗсене чарман. 33 Усал сывлӑшсем ҫын ӑшӗнчен тухнӑ та сыснасем ӑшне кӗнӗ. Вара сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫырантан кӳлле сикнӗ те путса вилнӗ. 34 Сысна пӑхакансем мӗн пулса иртнине курсан хуланалла чупнӑ, хӑйсем мӗн курнине хулара та, таврари ялсенче те кала-кала кӑтартнӑ. 35 Ҫынсем мӗн пулнине курма тухнӑ та Иисус патне пынӑ. Унпа юнашарах усалсенчен тасалнӑ, тӑхӑнса тумланнӑ ҫын чипер ӑс-тӑнпах ларнине курсан вӗсем хӑраса ӳкнӗ. 36 Куҫӑн куракансем вара вӗсене усал ернӗ ҫын епле сывални ҫинчен каласа кӑтартнӑ. 37 Гадара таврашӗнчи пӗтӗм халӑх питӗ хӑранипе Иисуса хӑйсем патӗнчен кайма тархасланӑ. Иисус кимӗ ҫине ларса каялла тавӑрӑннӑ. 38 Усалсенчен тасалнӑ ҫын хӑйне пӗрле илме ыйтса Иисуса йӑлӑннӑ, анчах Иисус ӑна ҫапла каласа янӑ: 39 «Эсӗ киле тавӑрӑн та Турӑ хӑвӑншӑн мӗн тунине каласа пар». Лешӗ кайнӑ та Иисус хӑйшӗн мӗн тунине хулипех каласа ҫӳренӗ.
Иаир хӗрне чӗртни тата юн каякан хӗрарӑма сыватни
(Мф. 9:18-26; Мк. 5:21-43)
40 Иисус каялла тавӑрӑнсан, халӑх Ӑна хапӑл туса йышӑннӑ, мӗншӗн тесен пурте Вӑл килессе кӗтнӗ. 41 Ҫавӑнта Иаир ятлӑ ҫын, унти синагога пуҫлӑхӗ, Иисус патне пынӑ та, Ун ури умне ӳксех, хӑйӗн патне килне пыма тархасланӑ. 42 Унӑн вун икӗ ҫулхи пӗртен-пӗр хӗрӗ пулнӑ, вӑл та пулин вилесле чирлӗ выртнӑ.
Иисус пуҫлӑх килне кайнӑ чухне Ун тавра халӑх кӗпӗрленсе пынӑ. 43 Ҫавӑнта вун икӗ ҫул юн кайнипе асапланакан хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл тухтӑрсем патне ҫӳресе пӗтӗм пурлӑхне пӗтернӗ, ҫапах ӑна пӗри те сыватайман. 44 Ҫав хӗрарӑм хыҫалтан пырса Иисусӑн тумтир аркине сӗртӗннӗ те, унӑн ҫавӑнтах юн кайма пӑрахнӑ. 45 Иисус вара: «Кам Мана сӗртӗнчӗ?» – тесе ыйтнӑ, анчах пурте туннӑ. Петр та, Иисуспа пӗрле пулнисенчен ыттисем те ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Сан тавра халӑх кӗпӗрленсе пырать, хӗстерет. Эсӗ тата Мана кам сӗртӗнчӗ тетӗн». 46 «Ман ҫумма пӗри сӗртӗнчӗ, мӗншӗн тесен Эпӗ Хамран хӑват тухнине сисрӗм», – тенӗ Иисус. 47 Хӗрарӑм хӑй сӗртӗнни сисӗнмесӗр юлманнине курсан Иисус патне чӗтресе пынӑ. Вара Ун умне ӳксе мӗншӗн сӗртӗннине тата сӗртӗнсенех епле сывалнине Ӑна пӗтӗм халӑх умӗнче каласа кӑтартнӑ. 48 Иисус ӑна каланӑ: «Хӗрӗм! Хӑюллӑ пул, ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ, канӑҫлӑ каях», – тенӗ.
49 Иисус ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен ӑна пӗр ҫын пырса каланӑ: «Хӗрӳ вилсе кайрӗ ӗнтӗ, Вӗрентекене ан та чӑрмантар». 50 Анчах та Иисус, ҫавна илтсенех, Иаира каланӑ: «Ан хӑра, ӗнен кӑна, хӗрӳ ҫӑлӑнӗ». 51 Иаир килне пырсан Иисус унта Петрпа Иоансӑр, Иаковсӑр тата хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗсӗр пуҫне никама та кӗме хушман. 52 Пурте хӗршӗн хурланса, хӳхлесе йӗнӗ. «Ан йӗрӗр, вӑл вилмен, ҫывӑрать кӑна», – тенӗ Иисус. 53 Хӗр вилнине пӗлнӗрен вӗсем Иисусран кулма пуҫланӑ. 54 Вара Иисус пурне те тухма хушса хӗре аллинчен тытнӑ та хыттӑн каланӑ: «Хӗрӗм, тӑр!» 55 Унӑн чунӗ каялла кӗнӗ те хӗр ҫав самантрах тӑнӑ. Иисус ӑна апат ҫитерме хушнӑ. 56 Хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗ питӗ тӗлӗнсе кайнӑ. Анчах Иисус вӗсене мӗн пулса иртни ҫинчен никама та калама хушман.
9Иисус вун икӗ апостолне вӗрентсе ҫӳреме ярать
(Мф. 10:5-15; Мк. 6:7-13)
1 Иисус вара Вун иккӗшне чӗнсе илнӗ те вӗсене мӗн пур усалсене пӑхӑнтарма, ҫынсене чир-чӗртен сыватма вӑй-хӑват панӑ. 2 Унтан вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентме тата чирлисене сыватма янӑ. 3 Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Хӑвӑрпа пӗрле ҫул ҫине нимӗн те ан илӗр: туя та, хутаҫ та, ҫӑкӑр та, укҫа та, тепӗр кӗпе те. 4 Сире хӑш ҫуртра хапӑл туса йышӑнаҫҫӗ, ҫула тухичченех ҫавӑнта пурӑнӑр. 5 Ӑҫта та пулин сире йышӑнмасан, ҫав хуларан тухса кайнӑ чух, вӗсене асӑрхаттарнине пӗлтерсе, пушмакӑр ҫумӗнчи тусана та силлесе хӑварӑр».
6 Вӗренекенӗсем кайнӑ та ял-хула тӑрӑх Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ, пур ҫӗрте те чирлисене сыватнӑ.
7 Иисус мӗн-мӗн туни ҫинчен Ирод пуҫлӑх та илтнӗ. Вара тӗлӗннипе аптӑраса кайнӑ, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем: «Ку – Шыва кӗртекен Иоанн! Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ», – тесе калаҫнӑ. 8 Хӑшӗсем тата: «Илия пророк тепӗр хут ҫӗр ҫине килчӗ», – тенӗ. «Авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ», – тенӗ тата теприсем. 9 «Иоанн пуҫне эпӗ хамах кастартӑм. Ку вара Кам-ши? Ун ҫинчен эпӗ тӗлӗнмелле сӑмахсем илтетӗп», – тенӗ Ирод. Вара вӑл Иисуса курма майлӑ вӑхӑт шыранӑ.
Пилӗк пин ҫынна тӑрантарни
(Мф. 14:13-21; Мк. 6:30-44; Ин. 6:1-14)
10 Апостолсем тавӑрӑннӑ та хӑйсем мӗн-мӗн тунине Иисуса каласа кӑтартнӑ. Вара Иисус, Хӑйпе пӗрле вӗсене анчах илсе, Вифсаида ятлӑ хула ҫывӑхӗнчи ҫын ҫук вырӑна кайнӑ. 11 Анчах та халӑх, ҫавна пӗлсе, Ун хыҫӗнчен пынӑ. Иисус вӗсене хапӑл тунӑ, вӗсемпе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калаҫнӑ, сыватма ыйтакансене сыватнӑ.
12 Кун каҫ еннелле сулӑна пуҫланӑ. Вара Вун иккӗшӗ Иисус патне пырса ҫапла каланӑ: «Халӑха яр, вӗсем ҫывӑхри ялсене ҫӗр выртма кайччӑр, апат-ҫимӗҫ туянччӑр, мӗншӗн тесен кунта ҫын пурӑнман вырӑн». 13 «Ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр», – тенӗ Иисус. «Пирӗн кунта пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ анчах, урӑх нимӗн те ҫук! Ҫак мӗн пур халӑх валли ҫимелли кайса туянмалла-и вара пирӗн?» – тенӗ вӗренекенӗсем. 14 Унта пилӗк пин ҫынна яхӑн пулнӑ. «Вӗсене аллӑшарӑн йӗркипе ҫерем ҫине лартса тухӑр», – тенӗ Иисус вӗренекенӗсене. 15 Вӗсем Иисус хушнӑ пек тунӑ. Пурте ларсан, 16 Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Вара ҫӑкӑрпа пулла халӑха валеҫмешкӗн вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ. 17 Пурте тӑраничченех ҫинӗ, юлнӑ татӑкӗсене тата вун икӗ кунтӑк пухнӑ.
Иисус Кам пулнине Петр пӗлтерни
(Мф. 16:13-19; Мк. 8:27-29)
18 Пӗррехинче Иисус ҫын ҫук вырӑнта кӗлтунӑ, Унпа пӗрле вӗренекенӗсем кӑна пулнӑ. «Ҫынсем Мана Кам вырӑнне хураҫҫӗ?» – тесе ыйтнӑ вӗсенчен Иисус. 19 Вӗренекенӗсем каланӑ: «Пӗрисем Сана Шыва кӗртекен Иоанн теҫҫӗ. Теприсем Илия пророк теҫҫӗ. Хӑшӗ-хӑшӗ тата авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ тесе калаҫаҫҫӗ». 20 Иисус вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: «Эсир хӑвӑр Мана Кам вырӑнне хуратӑр?» «Эсӗ – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тавӑрса каланӑ Петр.
Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен калани
(Мф. 16:20-28; Мк. 8:30–9:1)
21 Анчах Вӑл вӗсене ҫавӑн ҫинчен никама та калама хушман. 22 Иисус Этем Ывӑлӗ нумай асап курасси ҫинчен, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем Ӑна йышӑнас ҫукки ҫинчен, Этем Ывӑлне вӗлересси ҫинчен, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен каланӑ.
23 Унтан Иисус пурне те каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пырас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пытӑр. 24 Мӗншӗн тесен хӑйӗн пурӑнӑҫне упраса хӑварас текен ӑна ҫухатӗ. Хӑйӗн пурӑнӑҫне Мана халалласа ҫухатакан ӑна упраса хӑварӗ. 25 Хӑйӗн чунне пӗтерсе е сиен туса пӗтӗм тӗнчене илнинчен этеме мӗн усси? 26 Кам Манран тата Ман сӑмахӑмсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗн тата Ашшӗн мухтавӗпе, святой ангелӗсен мухтавӗпе килсен унран вӑтанӗ. 27 Чӑн калатӑп сире, ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем виличченех Турӑ Патшалӑхне курӗҫ».
Иисус Христос сӑн-сӑпачӗ улшӑнни
(Мф. 17:1-8; Мк. 9:2-8)
28 Ҫапла калани пӗр сакӑр кун иртсен, Вӑл Петра, Иоана тата Иакова Хӑйпе пӗрле илнӗ те ту ҫине кӗлтума хӑпарнӑ. 29 Кӗлтунӑ чухне Унӑн сӑн-сӑпӑчӗ улшӑннӑ, тумтирӗ чӑлт шуралса, йӑлтӑртатса кайнӑ. 30 Ҫавӑнтах икӗ арҫын Иисуспа калаҫса тӑнӑ: пӗри – Моисей, тепри Илия пулнӑ, 31 вӗсене те мухтавлӑ ҫутӑ хупӑрласа тӑнӑ. Вӗсем Христосӑн Иерусалимра вилмелле пуласси ҫинчен калаҫнӑ. 32 Петрпа унӑн юлташӗсем ыйхӑ пуснипе аптӑранӑ. Вӑрансан вӗсем мухтавлӑ ҫутӑри Иисуса тата Унпа юнашар тӑракан икӗ ҫынна курнӑ. 33 Ҫав ҫынсем Иисус патӗнчен кайсан Петр, хӑй мӗн каланине ӑнланмасӑр, Иисуса ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Епле аван пире кунта. Атьӑр эпир виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне – Сан валли, теприне – Моисей валли тата теприне – Илия валли». 34 Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ чух вӗсене пӗлӗт пырса хупӑрласа илнӗ. Пӗлӗт ӑшне пулсан вӗренекенӗсем питӗ хӑраса ӳкнӗ. 35 Пӗлӗтрен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм! Ӑна итлӗр!» – текен сасӑ илтӗннӗ.
36 Ҫав сасӑ шӑплансан Иисус каллех пӗчченех юлнӑ. Вӗренекенӗсем вара хӑйсем мӗн курни ҫинчен ҫав кунсенче никама та каламан.
Усал сывлӑш ернӗ ачана сыватни
(Мф. 17:14-18; Мк. 9:14-27)
37 Тепӗр кунне, вӗсем ту ҫинчен ансан, Иисуса тем чухлӗ халӑх кӗтсе илнӗ. 38 Халӑх хушшинчен сасартӑк пӗр ҫын кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Вӗрентекен! Сана йӑлӑнатӑп, ман ывӑлӑма пырса пӑхсам, вӑл манӑн пӗртен-пӗр ача! 39 Ӑна усал сывлӑш ҫулса илет те, вӑл шари кӑшкӑрса ярать, вара хутлатса лартнипе ҫӑварӗнчен кӑпӑк кӑларма пуҫлать; ачана вӗлересле асаплантарсан тин усал сывлӑш аран-аран лӑпланать. 40 Ӑна хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсенчен ыйтрӑм, анчах вӗсем пултараймарӗҫ». 41 «Эх, ӗненмен, пӑсӑк ӑру! Тата хӑҫанччен Эпӗ сирӗнпе пулӑп, хӑҫанччен тӳссе тӑрӑп сире? Хӑвӑн ывӑлна илсе кил кунта», – тавӑрса каланӑ Иисус. 42 Ача утса пынӑ чухнех усал ӑна ҫӗре ӳкернӗ те чӗтретме пуҫланӑ. Анчах та Иисус, усал сывлӑша чарса, ачана сыватнӑ та ашшӗне панӑ.
43 Пӗтӗм халӑх Турӑ аслӑлӑхӗнчен тӗлӗннӗ.
Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен тепӗр хут калани
(Мф. 17:22-23; Мк. 9:30-32)
Иисус мӗн тунинчен ҫапла пурте тӗлӗнсе тӑнӑ чух Вӑл вӗренекенӗсене каланӑ: 44 «Ҫак сӑмахӑмсене эсир лайӑх астуса юлӑр: Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ». 45 Анчах та ҫак сӑмаха вӗсем ӑнланман. Иисус калани вӗсемшӗн пытарӑнчӑк пулнӑран вӗсем ӑна пӗлеймен, Хӑйӗнчен вара ҫавӑн ҫинчен ыйтма хӑранӑ.
Кам аслӑрах
(Мф. 18:1-5; Мк. 9:33-37)
46 «Пирӗнтен хӑшӗ аслӑрах?» – тесе шухӑшлама пуҫланӑ вӗренекенӗсем. 47 Иисус, вӗсен пуҫӗнчи шухӑша пӗлсе, пӗр ачана Хӑй умне илсе пырса тӑратнӑ та 48 вӗсене ҫапла каланӑ: «Кам ҫак ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана йышӑнать. Мана хапӑл тӑвакан Мана кунта Яракана йышӑнать. Сирӗнтен кам хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫав аслӑ пулӗ».
49 «Вӗрентекен, эпир Сан ятупа усалсене хӑваласа кӑларакан ҫынна тӗл пултӑмӑр. Вӑл пирӗнпе пӗрле ҫӳремен пирки эпир Ӑна чартӑмӑр», – тенӗ Ӑна ҫавӑн чухне Иоанн. 50 «Ан чарӑр ӑна, кам сире хирӗҫ мар, ҫав сире майлӑ», – хуравланӑ Иисус.
Этем Ывӑлӗ пӗтерме мар, ҫӑлма килнӗ
51 Иисуса ку тӗнчерен илес вӑхӑт ҫывхарса пынӑ май Вӑл хӑюллӑнах Иерусалима кайма шутланӑ.
52 Вӑл вара Хӑй умӗнчен хыпарлама вӗренекенӗсене янӑ. Лешсем кайнӑ та Иисус пынӑ ҫӗре вырӑн хатӗрлеме Самарири пӗр яла кӗнӗ. 53 Анчах ял халӑхӗ Иисуса унта кӗртмен, мӗншӗн тесен Вӑл ҫынсене Иерусалима кайма тухнӑ ҫул ҫӳревҫӗ пек туйӑннӑ. 54 Ҫавна курсан Унӑн вӗренекенӗсем Иаковпа Иоанн ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Кӑмӑлу пулсан, тӳперен вут-ҫулӑм антарса пирӗн те ҫак яла Илия тунӑ пекех ҫунтарса ямалла мар-и?» 55 Анчах та Иисус вӗсем еннелле ҫавӑрӑннӑ та чарса ҫапла каланӑ: «Чун-чӗрӗрсем мӗнле Сывлӑшпа тулнине те пӗлместӗр. 56 Этем Ывӑлӗ ҫын чунне пӗтерме килмен, ҫӑлма килнӗ ». Унтан вӗсем тепӗр яла кайнӑ.
Иисус хыҫӗнчен пырасси
(Мф. 8:19-22)
57 Вӗсем ҫулпа пынӑ чух пӗр ҫын Иисуса каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ кирек ӑҫта кайсан та, эпӗ Сан хыҫҫӑн пыракан пулӑп». 58 Иисус ӑна хирӗҫ: «Тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн кӑна пуҫне хурса канмалӑх вырӑнӗ ҫук», – тенӗ. 59 «Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ Вӑл тепӗр ҫынна. Лешӗ вара ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Ирӗк парсамччӗ: вилнӗ аттене кайса пытарам малтан». 60 «Вилнӗ ҫыннисене вилӗмлисемех пытарччӑр. Эсӗ вара кай та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳре», – тенӗ ӑна Иисус. 61 «Хуҫамӑр, эпӗ Сан хыҫӑнтан пырӑп, анчах малтан Эсӗ мана килтисемпе сывпуллашма ирӗк парсамччӗ», – тенӗ Ӑна тата тепри. 62 «Сухапуҫ тытсан каялла ҫавӑрӑнса пӑхакан Турӑ Патшалӑхӗшӗн шанчӑклӑ мар», – тавӑрнӑ Иисус.
10Ҫитмӗл вӗренекенне Ырӑ Хыпар пӗлтерме яни
1 Ҫавӑн хыҫҫӑн Хуҫамӑр татах тепӗр ҫитмӗл вӗренекен суйласа илнӗ. Вара вӗсене Хӑйӗн умӗнчен икшерӗн-икшерӗн Хӑй кайма шухӑшланӑ хуласемпе ялсене янӑ. 2 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Вырмалли нумай та, выраканӗ сахал. Ҫапла ӗнтӗ, ани ҫине выраканӗсене ятӑр тесе, ана Хуҫине йӑлӑнӑр. 3 Кайӑр, Эпӗ сире кашкӑрсем хушшине путексене янӑ пек яратӑп. 4 Хӑвӑрпа пӗрле укҫа енчӗкӗ те, хутаҫ та, урана тӑхӑнмалли те ан илӗр. Ҫул ҫинче чарӑнса никампа та калаҫса ан тӑрӑр. 5 Мӗнле те пулин ҫурта кӗрсен эсир малтан: „Ҫак кил-йыша канӑҫлӑх пултӑр!“ – тесе саламлӑр. 6 Унта канӑҫлӑх ҫынни пулсан, сирӗн канӑҫлӑхӑр ун чунне кӗрӗ. Канӑҫлӑх ҫынни пулмасан, эсир ырӑ сунни хӑвӑрах тавӑрӑнӗ. 7 Хӑвӑра хапӑлласа йышӑннӑ ҫуртрах пурӑнӑр, мӗн сӗнеҫҫӗ, ҫавна ӗҫсе ҫийӗр. Мӗншӗн тесен ӗҫлекен ҫын хӑй ӗҫӗшӗн тӳлев илме тивӗҫлӗ. Пӗр ҫуртран тепӗр ҫурта куҫса ан ҫӳрӗр. 8 Эсир мӗнле те пулин хулана пырсан, унта сире хапӑл туса мӗн ҫиме парӗҫ, ҫавна ҫийӗр. 9 Унти чирлӗ ҫынсене сыватӑр, „Сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ“, – тейӗр вӗсене. 10 Енчен те сире пӗр-пӗр хулара хапӑл тумасан, эсир ҫав хула урамӗсем тӑрӑх ҫапла каласа ҫӳрӗр: 11 „Акӑ сирӗн хулӑрта пушмак ҫумне ҫыпҫӑннӑ тусана та хӑвӑр патӑртах силлесе хӑваратпӑр. Ҫапах та эсир Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарнине пӗлсе тӑрӑр!“ – тейӗр. 12 Калатӑп сире: суд кунӗнче Содома та ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ».
Ӗненмен хуласене асӑрхаттарни
(Мф. 11:20-24)
13 «Хуйхӑ пулӗ сана, Хоразин! Хуйхӑ пулӗ сана, Вифсаида! Эсир курнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсан вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, хурланса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ. 14 Ҫавӑнпа судра Тирпа Сидон хулисене сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ. 15 Санӑн та, хӑвна тӳпе таранах мӑнна хуракан Капернаум хули, тамӑк тӗпнех анса каймалла пулӗ. 16 Сире итлекен Мана итлет, сире йышӑнманни Мана йышӑнмасть. Мана йышӑнман ҫын Мана кунта Яракана йышӑнмасть».
Ҫитмӗл вӗренекенӗ тавӑрӑнни
17 Ҫитмӗл вӗренекенӗ савӑнса тавӑрӑннӑ та Иисуса каланӑ: «Хуҫамӑр! Сан ятна асӑнсанах пире усалсем те пӑхӑнаҫҫӗ». 18 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Шуйттан пӗлӗт ҫинчен ҫиҫӗм пек ӳкнине Эпӗ куртӑм. 19 Акӑ Эпӗ сире ҫӗленсене, скорпионсене таптама, тӑшманӑн мӗн пур вӑйне ҫӗнтерме хӑват паратӑп. Сире ӗнтӗ нимӗн те сиен тӑваймӗ. 20 Ҫапах эсир усал сывлӑшсем хӑвӑра пӑхӑннишӗн мар, тӳпере хӑвӑр ятӑрсем ҫырӑннишӗн савӑнӑр».
Иисус савӑнса кӗлтуни
(Мф. 11:25-27; 13:16-17)
21 Ҫав вӑхӑтрах Иисус кӑмӑлӗпе ҫӗкленсе ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем, ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи! Эсӗ ҫакна ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пӗлмелле тунӑшӑн Сана мухтатӑп. Ҫапла, Аттем! Санӑн ырӑ ирӗкӳ ҫавнашкал пулнӑ». 22 Унтан вӗренекенӗсем еннелле ҫавӑрӑннӑ та: «Аттем Мана йӑлтах панӑ. Ывӑлӗ камне Ашшӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест. Ашшӗ камне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ пӗлтерес тесен анчах пӗлӗҫ», – тенӗ.
23 Унтан Вӑл, вӗренекенӗсем енне ҫавӑрӑнса, вӗсене ҫеҫ илтмелле каланӑ: «Сирӗн куҫӑрсем мӗн курнине куракан ҫын телейлӗ. 24 Калатӑп сире: пророксем те, патшасем те нумайӑшӗ эсир мӗн курнине курасшӑнччӗ те – кураймарӗҫ, эсир мӗн илтнине илтесшӗнччӗ те – илтеймерӗҫ».
Ырӑ кӑмӑллӑ Самари ҫынни ҫинчен каланӑ ытарлӑх
25 Ҫавӑн чухне пӗр ҫын, саккун вӗрентӳҫи, мала тухнӑ та Иисуса илӗртсе тӗрӗслес тесе ҫапла ыйтнӑ: «Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗн тумалла?» 26 «Саккунра мӗн ҫырнӑ? Эсӗ ӑна вуланӑ вӗт-ха», – тенӗ Иисус. 27 Лешӗ ҫапла хуравланӑ: «Хуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунран, пӗтӗм вӑй-халтан, пӗтӗм ӑс-халтан юрат. Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат». 28 Иисус ӑна хирӗҫ: «Эсӗ тӗрӗс каларӑн. Ҫапла ту, вара ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулӑн», – тенӗ. 29 Анчах та саккун вӗрентӳҫи хӑйне тӳрре кӑларасшӑн Иисусран татах ыйтнӑ: «Ман ҫывӑх ҫыннӑм кам?»
30 Иисус ӑна ҫапла тавӑрса каланӑ: «Пӗр ҫын Иерусалимран Иерихона кайма тухнӑ. Ҫул ҫинче ӑна вӑрӑ-хурахсем тапӑннӑ та ҫаратса, хӗнесе пӗтернӗ. Унтан вилес патне ҫитнӗскерне пӑрахса хӑварнӑ. 31 Ӑнсӑртран ҫав ҫулпа пӗр священник иртсе пынӑ. Вӑл, аманнӑ ҫынна курсан, айккинчен пӑрӑнса кайнӑ. 32 Кӑшт тӑрсан ҫав вырӑна левит ҫитнӗ. Вӑл патнерех пырса пӑхнӑ та ҫавнашкалах пӑрӑнса иртсе кайнӑ. 33 Ҫав ҫулпах пӗр Самари ҫынни ашакпа пынӑ. Мӗскӗне курсассӑн вӑл питӗ шелленӗ. 34 Вара унӑн суранӗсене эрехпе олив ҫӑвӗ сӗрсе, эмеллесе ҫыхнӑ. Унтан ӑна ашакӗ ҫине лартнӑ та хӑна ҫуртне илсе кайнӑ. Хӑна ҫуртӗнче те вӑл уншӑн тӑрӑшнӑ. 35 Тепӗр кунне, хӑй тухса каяс умӗн, хӑна ҫурчӗн хуҫине вӑл икӗ динарий панӑ та: „Эсӗ ҫак ҫынна пӑх-ха. Ку укҫа ҫитмесен, эпӗ каялла тавӑрӑннӑ чух уншӑн сана татах тӳлӗп“, – тенӗ. 36 Эсӗ мӗнле шутлатӑн ӗнтӗ? – ыйтнӑ Иисус унран. – Вӑрӑ-хурахсен аллине лекнӗ ҫыншӑн ҫав виҫҫӗшӗнчен хӑшӗ ҫывӑххи пулнӑ?» 37 «Ӑна хӗрхенсе пулӑшаканни», – тенӗ саккун вӗрентӳҫи. Вара Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Кай та эсӗ те ҫапла ту».
Иисус Марфӑпа Мария патӗнче
38 Ҫулпа малалла пынӑ чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗр яла кӗнӗ. Унта Ӑна Марфа ятлӑ пӗр хӗрарӑм хӑй килне чӗнсе кӗртнӗ. 39 Унӑн Мария ятлӑ йӑмӑкӗ пулнӑ. Вӑл Иисус ури патне пырса ларнӑ та Ун сӑмахӗсене итлеме пуҫланӑ. 40 Марфа вара хӑнана чаплӑрах ӗҫтерсе ҫитересчӗ тесе тӑрӑшнӑ. Унтан вӑл Иисус патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Йӑмӑк мана пӗчченех ӗҫлеттерни Сана нимех те мар-и? Мана пулӑшма кала-ха ӑна!» 41 «Эй, Марфа, Марфа, – тесе хуравланӑ Иисус, – эсӗ нумайшӑн чӑрманса, хыпкаланса ҫӳретӗн, кирли вара пӗрре кӑна. Мария чи кирлине суйласа илчӗ, ҫавна унран никам та туртса илеймӗ».
11Иисус кӗлтума вӗрентни
(Мф. 6:9-15; 7:7-11)
1 Пӗррехинче Иисус кӗлтунӑ. Кӗлтуса пӗтерсен пӗр вӗренекенӗ Унран: «Хуҫамӑр, Иоанн хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗрентнӗ пек, пире те кӗлтума вӗрент-ха», – тесе ыйтнӑ. 2 Иисус вӗсене каланӑ: «Кӗлтунӑ чухне эсир ҫапла калӑр:
„Эй, Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр; Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр ; 3 куллен пире пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар, 4 пирӗн ҫылӑхсене каҫар: эпир те хамӑра парӑмлӑ пулнисене кирек кама та каҫаратпӑр; ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире “, – тейӗр».
5 Иисус татах вӗсене каланӑ: «Акӑ, тӗслӗхрен, сирӗн хушшӑрта камӑн та пулин пӗр тусӗ пултӑр. Вӑл ун патне ҫур ҫӗр тӗлӗнче пытӑр та: „Тусӑм, мана кивҫен виҫӗ ҫӑкӑр пар-ха, 6 ҫула май ман пата юлташ кӗчӗ те, манӑн ӑна хӑналама нимӗн те ҫук“, – тесе ыйттӑр. 7 Тусӗ шалтан ӑна хирӗҫ: „Ан чӑрмантарса ҫӳре! Эпӗ алӑксене питӗрнӗ ӗнтӗ, ачасем те вырӑн ҫинче хампа пӗрле ҫывӑраҫҫӗ. Тӑрса ҫӑкӑр параймастӑп сана“, – тетӗр. 8 Калатӑп сире: вӑл ӑна туслӑ пулнишӗн тӑрса парас темесен те, лешӗ тимлесе йӑлӑннине кура, вырӑнӗ ҫинчен тӑрӗ те ӑна ыйтнӑ чухлӗ парӗ. 9 Эпӗ те сире калатӑп: ыйтӑр – вара сире парӗҫ, шырӑр – вара тупӑр, шаккӑр – вара сире уҫӗҫ. 10 Мӗншӗн тесен кашни ыйтакан илет, шыракан та тупать, шаккакана та уҫаҫҫӗ. 11 Сирӗн хушшӑрта ҫӑкӑр ыйтакан ывӑлне чул паракан ашшӗ пур-и? Е пулӑ ыйтсан, пулӑ вырӑнне ӑна ҫӗлен параканӗ пур-и? 12 Е ҫӑмарта ыйтакан ывӑлне скорпион паракан ашшӗ пур-и? 13 Ҫапла ӗнтӗ эсир, усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене Святой Сывлӑшне паратех».
Усалсене Иисус мӗнле хӑватпа хӑваласа кӑларать?
(Мф. 12:22-30; Мк. 3:20-27)
14 Пӗррехинче Иисус чӗлхесӗр тӑвакан усала ҫын ӑшӗнчен хӑваласа кӑларнӑ. Усалӗ тухсан чӗлхесӗр ҫын калаҫма пуҫланӑ; вара халӑх тӗлӗнсех кайнӑ. 15 «Усалсене Вӑл усалсен пуҫлӑхӗн, Веельзевулӑн , хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать!» – тенӗ хӑшӗ-пӗрисем. 16 Теприсем тата, Иисуса тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма хистесех ыйтнӑ. 17 Анчах та Иисус, ҫынсен шухӑшӗсене пӗлсе, вӗсене ҫапла каланӑ: «Кирек мӗнле патшалӑх та хирӗҫсе-пайланса кайсан пушанса юлать. Кил-йыш та хирӗҫсе-пайланса кайсан арканать. 18 Шуйттан та хӑйпе хӑй хирӗҫет пулсан, унӑн патшалӑхӗ епле тытӑнса тӑрайтӑр? Эсир вара Мана усалсене Веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать тетӗр. 19 Эпӗ усалсене Веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, апла сирӗн халӑх ывӑлӗсем вӗсене кам хӑвачӗпе хӑваласа кӑлараҫҫӗ? Ҫавӑнпа сире суд тӑвакансем те вӗсемех пулӗҫ. 20 Эпӗ усалсене Турӑ хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, эппин, паллах, сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ пулать. 21 Вӑйлӑ ҫын хӑйӗн ҫуртне хӗҫпе хуралланӑ чухне унӑн пурлӑхӗ шанчӑклӑ упранса тӑрать. 22 Анчах та хӑйӗнчен те вӑйлӑраххи ӑна тапӑнса ҫӗнтерсен, вӑл унӑнне шанса тӑнӑ хӗҫӗ-сӑннине йӑлтах туртса илӗ, ҫаратнӑ пурлӑхне салатса пӗтерӗ. 23 Кам Ман майлӑ мар, вӑл Мана хирӗҫ. Кам Манпа пӗрле пухмасть, вӑл салатса пӗтерет.
24 Ҫын ӑшӗнчен тухсан усал сывлӑш канлӗх шыраса шывсӑр вырӑнсенче ҫапкаланса ҫӳрет. Вара хӑй валли вырӑн тупаймасӑр: „Хам тухнӑ ҫуртӑма каялла тавӑрӑнам-ха“, – тет. 25 Унтан тавӑрӑнать те тирпейлесе тасатнӑ ҫурт курать. 26 Вара вӑл каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах тепӗр ҫичӗ сывлӑша ертсе пырать. Ҫавӑнтах вӗсем ун ӑшне кӗрсе пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав ҫынна вара малтанхинчен те начартарах пулать».
27 Иисус ҫапла каласа тӑнӑ чухне пӗр хӗрарӑм халӑх хушшинчен: «Сана ҫуратса кӑкӑр ҫитернӗ Аннӳ телейлӗ!» – тесе кӑшкӑрнӑ. 28 «Турӑ сӑмахне илтекенсем, ӑна пурнӑҫлакансем телейлӗ», – тенӗ вара Иисус.
Хӑват кӑтартма ыйтни
(Мф. 12:38-42; Мк. 8:12)
29 Халӑх йышлӑн пуҫтарӑнсан Иисус ҫапла калама пуҫланӑ: «Ҫак усал ӑру хӑватшӑн антӑхать, анчах та Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна нимӗнле хӑват та пулмӗ. 30 Иона Ниневи ҫыннисемшӗн мӗнле хӑват пулнӑ, Этем Ывӑлӗ те ҫак ӑрушӑн ҫаплах пулӗ. 31 Суд кунӗ ҫитсен кӑнтӑрти ҫӗр-шыври хӗрарӑм патша ҫак ӑру ҫыннисемпе пӗрле чӗрӗлсе тӑрӗ те вӗсене айӑплӗ, мӗншӗн тесен вӑл Соломон ӑслӑлӑхне итлеме тӗнче хӗрринченех килнӗ пулнӑ. Акӑ халӗ кунта Соломонран та Аслӑраххи пур. 32 Суд кунӗ ҫитсен Ниневи ҫыннисем ҫак ӑрупа пӗрле чӗрӗлсе тӑрӗҫ те ӑна айӑплӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем Иона ӳкӗтленине илтсен ӳкӗннӗ пулнӑ. Акӑ халӗ кунта Ионӑран та Аслӑраххи пур».
Куҫ – ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ
(Мф. 5:15; 6:22-23)
33 «Ҫутаткӑҫ ҫутсан ӑна никам та курӑнман вырӑна е чӳлмекпе хупласа лартмасть; пӳрте кӗрекенсем ҫутӑра курччӑр тесе ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли ҫине вырнаҫтарать. 34 Куҫ – ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ санӑн куҫу таса пулсан пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те ҫутӑ пулӗ. Эсӗ таса мар куҫлӑ пулсан санӑн ӳт-пӗвӳ те тӗксӗм пулӗ. 35 Ҫапла вара, асӑрхан: сан ӑшунти ҫутту тӗттӗм мар-и? 36 Санӑн ӳт-пӗвӳ пӗтӗмпех ҫутӑ пулсан, пӗр пайӗ те тӗксӗм мар пулсан, вара сана ҫутаткӑҫ хӑйӗн ҫутипе ҫутатнӑ пек, санӑн пурте ҫутӑ пулӗ».
Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисене питлени
(Мф. 23:1-36; Мк. 12:38-40; Лк. 20:45-47)
37 Ҫакна каланӑ чухне пӗр фарисей Ӑна хӑй патне кӑнтӑрлахи апат тума чӗннӗ. Фарисей килне пырсан Иисус ҫиме ларнӑ. 38 Апат ҫиес умӗн Вӑл аллине ҫуманнине курсан фарисей питӗ тӗлӗннӗ. 39 Анчах та Хуҫамӑр ӑна ҫапла каланӑ: «Акӑ эсир, фарисейсем, чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, анчах ӑшӑр-чикӗр ҫӑткӑнлӑхпа, усаллӑхпа тулнӑ. 40 Ӑссӑрсем! Тулашне Кам пултарнӑ, ӑшне те Ҫавах пултарман-и вара? 41 Тиркесе лариччен хӑвӑрӑн мул чашӑкӗнчен чухӑнсене уйӑрса парӑр, вара сирӗн пурте таса пулӗ.
42 Фарисейсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗтнӗк курӑкӗн, ҫу курӑкӗн тата тӗрлӗ пахча ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑр, анчах тӗрӗслӗх ҫинчен, Турӑ юратӑвӗ ҫинчен шухӑшламастӑр. Сирӗн ҫакна та туса тӑмалла, лешне те манмалла мар. 43 Фарисейсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир синагогӑра малта ларма юрататӑр, халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑвӑра саламланине килӗштеретӗр. 44 Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир – манӑҫнӑ масарти тупӑксем евӗрлӗ. Ҫынсем вӗсем ҫинче утса ҫӳреҫҫӗ, анчах мӗн ҫинче утса ҫӳренине пӗлмеҫҫӗ».
45 Ҫак сӑмахсене илтсен саккун вӗрентӳҫисенчен пӗри Ӑна: «Вӗрентекен, кун пек каласа Эсӗ пире те кӳрентеретӗн», – тенӗ. 46 Анчах та Иисус тата ҫапла каланӑ: «Сире те, саккун вӗрентӳҫисем, хуйхӑ пулӗ, мӗншӗн тесен эсир ҫынсем ҫине чӑтма ҫук йывӑр ҫӗклем хуратӑр, анчах та хӑвӑр пӳрнӗре те хускатмастӑр. 47 Хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пророксем валли капӑр тупӑклӑхсем тӑватӑр та-ха, анчах та вӗсене сирӗн мӑн аслаҫӑрсем вӗлернӗ-ҫке! 48 Ҫапла туса эсир хӑвӑр мӑн аслаҫӑрсен ӗҫне ырланине ҫирӗплететӗр; вӗсем пророксене вӗлернӗ, эсир пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр. 49 Турӑ ӑслӑлӑхӗ ҫапла каланӑ ӗнтӗ: „Вӗсем патне Эпӗ пророксене, апостолсене ярӑп. Пӗрисене вӗсем вӗлерӗҫ, теприсене хӑваласа ярӗҫ“. 50 Ҫавӑнпа ӗнтӗ тӗнчене пултарнӑранпа юхнӑ пур пророксен юнӗшӗн те ҫак ӑру айӑпа юлӗ. 51 Авель юнӗнчен пуҫласа Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче, парне вырӑнӗ умӗнче, вӗлернӗ Захария юнӗ таранах ҫак ӑрӑвӑн явап тытмалла пулӗ. Чӑн калатӑп сире: вӗсемшӗн пӗтӗмпех ҫак ӑру ҫыннисем айӑпа юлӗҫ. 52 Саккун вӗрентӳҫисем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗлӳлӗхӗн ҫӑраҫҫине хӑвӑр алла илнӗ те, хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗртместӗр».
53 Ҫак сӑмахсене каланӑ чухне саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Ӑна хӗстерсех ҫитернӗ, нумай ыйту ҫине хурав пама хистенӗ, 54 Хӑйӗн ҫӑварӗнчен тухакан сӑмахпа Хӑйнех айӑпламашкӑн сӑлтав тупма тӑрӑшнӑ.
12Икӗпитлӗхрен асӑрхаттарни
1 Ҫав хушӑра унта темиҫе пин ҫын пуҫтарӑннӑ, тӑвӑр пулнипе вӗсем пӗр-пӗрне хӗстернӗ. Иисус вара Хӑйӗн вӗренекенӗсем енне ҫавӑрӑнса ҫапла каланӑ: «Фарисейсен кӑвас тӗпӗнчен – вӗсен икӗпитлӗхӗнчен – сыхланӑр. 2 Пытарса хӑварни те ҫиеле тухатех, вӑрттӑнни те паллӑ пулатех. 3 Ҫавӑнпа эсир тӗттӗмре мӗн каланине ҫутӑ ҫӗрте илтӗҫ. Шалти пӳлӗмре хӑлхаран каланине те ял илтмелле кӑшкӑрӗҫ».
Камран хӑрамалла
(Мф. 10:28-31)
4 «Сире, Хамӑн тусӑмсене, калатӑп: ӳт-пӗве пӗтерекенсенчен ан хӑрӑр, вӗсем сире унтан ытла нимӗн те тӑваймӗҫ. 5 Камран хӑрамаллине калам: вӗлерсен тамӑка пӑрахма пултараканран хӑрӑр. Чӑн калатӑп сире, ҫавӑнтан хӑрӑр. 6 Пилӗк пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑка икӗ ассарийлӗхе сутмаҫҫӗ-и? Ҫапах та Турӑ вӗсене пӗрне те манмасть. 7 Сирӗн пуҫӑр ҫинчи ҫӳҫ пӗрчисем те пӗтӗмпех шутра. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ан хӑрӑр: эсир, паллах, пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑк йышӗнчен хаклӑрах».
Ҫынсем умӗнче Христос ҫинчен каласа парасси
(Мф. 10:32-33; 12:32; 10:19-20)
8 «Калатӑп сире: кам та кам халӑх умӗнче Мана ӗненнине пӗлтерет, Этем Ывӑлӗ те Туррӑн ангелӗсем умӗнче ҫав ҫын ҫинчен пӗлтерӗ. 9 Кам халӑх умӗнче Мана пӗлмӗш пулать, ӑна хӑйне те Туррӑн ангелӗсем умӗнче пӗлмӗш пулӗҫ. 10 Этем Ывӑлне хирӗҫ сӑмах калакана кирек кама та каҫарӗҫ, анчах Святой Сывлӑша хурлакана каҫармӗҫ. 11 Сире айӑплама синагогӑсене, пуҫлӑхсемпе влаҫсем патне илсе пырсан, епле хуравлас, мӗн тавӑрса калас тесе ан кулянӑр, 12 мӗншӗн тесен ҫав самантра мӗн каламаллине сире Святой Сывлӑш вӗрентӗ».
Ӑссӑр пуян ҫинчен каланӑ ытарлӑх
13 Халӑх хушшинчен пӗр ҫын Иисуса каланӑ: «Вӗрентекен, манӑн пиччене кала-ха, аттерен юлнӑ пурлӑха вӑл мана та уйӑрса патӑр». 14 Иисус ҫав ҫынна: «Эй, этем! Мана сире суд тума е пурлӑхӑра уйӑрма лартнӑ-им?» – тенӗ. 15 Унтан Вӑл халӑха ҫапла каланӑ: «Асӑрханӑр, пуянлӑха ан хапсӑнӑр, мӗншӗн тесен ҫыннӑн пурӑнӑҫӗ пурлӑх нумаййинчен килмест».
16 Иисус вӗсене ҫапла ытарлӑх каласа панӑ: «Пӗр пуян ҫыннӑн хирӗнче тырӑ питӗ ӑнса пулнӑ. 17 Вара вӑл: „Ман ӗнтӗ мӗн тӑвас-ши? Вырса пуҫтарнӑ тырра усрама вырӑн ҫитмест“, – тесе шухӑшланӑ. 18 Унтан ҫапла шут тунӑ: „Акӑ мӗн тӑвӑп. Ампарсене пӑсса пысӑкраххисем туса лартӑп. Вара пӗтӗм тырра, мӗн пур пуянлӑха ҫавӑнта пуҫтарса хурӑп. 19 Кайран хама: санӑн пурлӑху нумай ӗнтӗ, темиҫе ҫула ҫитмелӗх те выртать. Ӗҫсе ҫи те савӑнса кан!“ – тейӗп. 20 Анчах Турӑ ӑна каланӑ: „Эй, ӑссӑр! Кӗҫӗрех сан чунна илӗҫ. Эсӗ хатӗрлесе хуни кама юлӗ?“ 21 Турӑ умӗнче сумлӑ пулас вырӑнне хӑйшӗн мул пухакан кашни ҫынпах ҫапла пулӗ».
Ҫӳлти Аҫӑра шанӑр
(Мф. 6:25-34, 19-21)
22 «Ҫавӑнпа Эпӗ сире калатӑп, – тенӗ Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене, – чуна усрамалӑх ӗҫме-ҫиме пирки те, кӗлеткене тӑхӑнмалӑх тумтир пирки те ан кулянӑр. 23 Чун – апат-ҫимӗҫрен, кӗлетке тумтиртен пахарах! 24 Ҫӑхансем ҫине пӑхӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ, вырмаҫҫӗ; вӗсен ампарӗ те, кӗлечӗ те ҫук, ҫапах вӗсене Турӑ тӑрантарать. Эсир вӗҫен кайӑксенчен мӗн чухлӗ пахарах! 25 Хӑй тӑрӑшнипе сирӗнтен хӑшӗ шит чухлӗ те пулин ӳсме пултарайӗ? 26 Ҫапла вара, пӗчӗкҫӗ ӗҫе те тӑваймастӑр пулсан, ыттишӗн мӗн кулянатӑр эппин? 27 Чечексем епле ӳснине сӑнӑр-ха. Вӗсем тертленсе ҫип арламаҫҫӗ, анчах та сире акӑ мӗн калатӑп: тем тери чаплӑ пулнӑ пулин те, Соломон патша пӗр хир чечекӗ чухлӗ те тумланайман. 28 Эй, ҫителӗксӗр ӗнененекенсем! Паян пур та ыран вута кӑна пӑрахмалли хирти курӑка та Турӑ ҫапла ҫи-пуҫ парать пулсан, сире тата ытларах памӗ-и? 29 Ҫапла вара, мӗн ӗҫес-ши, мӗн ҫиес-ши тесе ан тӑрмашӑр, ан пӑшӑрханӑр. 30 Ҫавсемшӗн пуриншӗн те ҫак тӗнче ҫыннисем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӑл япаласем сире кирлине вара Ҫӳлти Аҫӑр ахалех пӗлсе тӑрать. 31 Эсир чи малтан Турӑ Патшалӑхне ӑнтӑлса шырӑр, ытти вара сирӗн пурте пулӗ. 32 Эй, пӗчӗк кӗтӗвӗм, ан хӑра! Аҫӑр сире Патшалӑх пама кӑмӑл тунӑ. 33 Хӑвӑрӑн пурлӑхӑра сутӑр та чухӑнсене пулӑшӑр. Вара хӑвӑршӑн тӳпере арканми арча, иксӗлми пурлӑх хатӗрлесе хурӑр. Унта вӑрӑ та пымасть, кӗве те ҫимест. 34 Сирӗн пурлӑхӑр ӑҫта, чун-чӗрӗр те ҫавӑнтах пулӗ».
Сыхӑ пулма калани
(Мф. 24:45-51)
35 «Яланах хатӗр пулӑр, сирӗн ҫутаткӑҫсем ҫунса тӑччӑр; 36 эсир хуҫи туйран тавӑрӑнасса кӗтекен ҫынсем пек пулӑр. Вӑл пырса шаккасан вӗсем ҫавӑнтах ӑна алӑк уҫса кӗртеҫҫӗ. 37 Хӑйсен хуҫине кӗтсе хатӗр тӑракан чурасем телейлӗ! Чӑн калатӑп сире: хуҫи тавӑрӑнӗ те пилӗкне ҫыхса вӗсене сӗтел хушшине лартӗ, вӗсене хӑналӗ. 38 Тен, ҫав чурасен ҫур ҫӗрччен е тул ҫутӑличченех хуҫине кӗтмелле пулӗ. Хуҫи пырӗ те вӗсем ҫывӑрманнине курӗ. Сыхӑ тӑракан чурасем тата телейлӗрех. 39 Ҫакна астӑвӑр: вӑрӑ хӑш вӑхӑтра килессе пӗлсен кил хуҫи сыхӑ тӑрӗччӗ, ӑна хӑйӗн ҫуртне ҫӗмӗрсе кӗме памӗччӗ. 40 Ҫавӑнпа эсир те хатӗр тӑрӑр, мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ кӗтмен-туман вӑхӑтра килӗ».
Шанчӑклӑ тата шанчӑксӑр чурасем ҫинчен
41 Вара Петр ыйтнӑ: «Хуҫамӑр, ҫак ытарлӑха Эсӗ пирӗн валли калатӑн-и е вӑл пурин валли те?» 42 Иисус вара ҫапла каланӑ: «Кам шанчӑклӑ, ӑслӑ кил пӑхакан? Калӑпӑр, хуҫи хӑйӗн ытти тарҫисене пӑхса тӑма, вӑхӑтра ҫӑкӑр валеҫме пӗр чурине уйӑрса лартнӑ. 43 Хуҫи тавӑрӑннӑ чухне хушнине туса тӑракан чура телейлӗ пулӗ. 44 Чӑн калатӑп сире: хуҫа ӑна хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ. 45 Калӑпӑр, ҫав чура хӑй ӑшӗнче: „Хуҫам халех килмӗ-ха“, – тесе, арҫын тарҫисене те, хӗрарӑм тарҫисене те хӗнеме пуҫлӗ, ӗҫсе-ҫисе ӳсӗрӗлсе ҫӳрӗ. 46 Хайхи чура хуҫи кӗтмен-туман вӑхӑтра килӗ те, ӑна асаплантарса вӗлерсе, унӑн шӑпине ӗненмен ҫынсеннипе пӗрешкелех татса парӗ. 47 Ӗнтӗ хуҫи ирӗкне пӗлнӗ ҫинчех хатӗр тӑман, унӑн ирӗкне туман чурана нумай хӗнӗҫ. 48 Пӗлмесӗр айӑпа кӗнӗ чурана вара сахалтарах хӗнӗҫ. Кама нумай панӑ, унран нумайрах ыйтӗҫ. Кама нумай шанса панӑ, унран тата ытларах шыраса илӗҫ».
Вут тата уйӑру
(Мф. 10:34-36)
49 «Эпӗ ҫӗр ҫине вут антармашкӑн килтӗм, ӑна ӗнтӗ халех тивертсе ярасшӑн! 50 Манӑн синкерлӗ шыва кӗмелле, вӑл пурнӑҫланасса кӗтсе Эпӗ питӗ тертленетӗп. 51 Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх кӳме килнӗ тесе шухӑшлатӑр-и эсир? Ҫук, – тетӗп сире, – Эпӗ уйӑрма килнӗ. 52 Паянтан ӗнтӗ, пӗр килте пилӗк ҫын пулсан, вӗсем икӗ пая уйӑрӑлӗҫ: виҫҫӗшӗ – иккӗшне хирӗҫ, иккӗшӗ виҫҫӗшне хирӗҫ тӑрӗҫ. 53 Ашшӗ – ывӑлне хирӗҫ, ывӑлӗ ашшӗне хирӗҫ тӑрӗ. Амӑшӗ – хӗрне хирӗҫ, хӗрӗ амӑшне хирӗҫ тӑрӗ. Хунямӑшӗ – кинне хирӗҫ, кинӗ хунямӑшне хирӗҫ тӑрӗ».
Вӑхӑт паллине пӗлни
(Мф. 16:2-3)
54 Унтан Иисус халӑха ҫапла каланӑ: «Хӗвел анӑҫ енчен пӗлӗт хӑпарнине курсан эсир: „Ҫумӑр ҫӑвасса“, – тетӗр. Чӑнах та ҫӑвать. 55 Кӑнтӑр енчен ҫил вӗрсен: „Шӑрӑх пуласса“, – тетӗр. Чӑнах та пулать. 56 Эй, икӗ питлӗскерсем! Эсир ҫӗрпе пӗлӗте сӑнаса ҫанталӑка чухлама пӗлетӗр. Халӗ мӗнле вӑхӑт ҫитнине мӗншӗн пӗлейместӗр?
57 Мӗн тусан тӗрӗс, мӗн тусан тӗрӗс мар пулнине мӗншӗн-ха эсир хӑвӑр тӗллӗн татса параймастӑр? 58 Хӑвӑнпа судлашас текенпе пуҫлӑх патне кайнӑ чухне ҫул ҫинчех ҫураҫма тӑрӑш. Ахальлӗн вӑл сана судья патне илсе пырӗ, судья вара сана тӗрмене хуптарма хуралҫӑ аллине парӗ. 59 Калатӑп сана: юлашки пусна парса хӑвармасӑр та унтан тухаймӑн».
13Ӳкӗнмешкӗн чӗнни
1 Ҫав вӑхӑтра пӗрисем пынӑ та Иисуса ҫапла каласа кӑтартнӑ: «Галилея ҫыннисене Пилат Турӑ Ҫуртӗнче вӗлерттернӗ. Вара вӗсен юнне хӑйсем Турра кӳнӗ выльӑх-чӗрлӗх юнӗпе хутӑштарнӑ». 2 Иисус ҫакна хирӗҫ каланӑ: «Вӗсем ҫапла вилнӗшӗн Галилейӑри ытти ҫынсенчен те ҫылӑхлӑрах пулнӑ пулӗ тесе шутлатӑр-и эсир? 3 Ҫук, ҫылӑхлӑрах пулман. Калатӑп сире: ӳкӗнмесен эсир те вӗсем пекех пурте пӗтетӗр. 4 Е тата Силоам башни ишӗлнипе вун сакӑр ҫын вилни ҫинчен мӗн калама пулать? Вӗсем Иерусалимри ытти ҫынсенчен айӑплӑрах пулнӑ пулӗ тесе шутлатӑр-и эсир? 5 Ҫук, айӑплӑрах пулман. Калатӑп сире: ӳкӗнмесен эсир те вӗсем пекех пурте пӗтетӗр».
Ҫимӗҫ кӳмен смоква ҫинчен каланӑ ытарлӑх
6 Унтан Иисус вӗсене ҫак ытарлӑха каласа панӑ: «Пӗр ҫын иҫӗм ҫырли пахчине смоква йывӑҫҫи лартнӑ пулнӑ. Пӗррехинче вӑл ун ҫимӗҫне пӑхма пынӑ, анчах тупайман. 7 Вара пахчаҫине каланӑ: „Виҫҫӗмӗш ҫул эпӗ ҫак йывӑҫӑн ҫимӗҫне пӑхма килетӗп. Ҫапах ун ҫинче пӗр ҫырла та курмастӑп. Касса пӑрах ӑна, мӗн вӑл усӑсӑр ҫӗр йышӑнса ларать?“ 8 Лешӗ хирӗҫ каланӑ: „Эй, Хуҫам! Ӑна тепӗр ҫула хӑвар ӗнтӗ. Эпӗ ун тавра ҫӗрне кӑпкалатса, тислӗк хурса пӑхам, ҫимӗҫӗ пулмӗ-и? Пулмасан вара килес ҫул касса пӑрахтар ӑна“».
Иисус пӗр хӗрарӑма шӑмат кун сыватни
10 Иисус пӗр синагогӑра шӑмат кун вӗрентнӗ. 11 Унта халсӑр тӑвакан сывлӑш хутлатса лартнӑ хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл вун сакӑр ҫул тӳрленме пултарайман. 12 Иисус ӑна курсан чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Хӗрарӑм, эсӗ чирӳнтен тасалтӑн!» 13 Вара ун ҫине аллине хунӑ та, лешӗ ҫавӑнтах тӳрленсе тӑрса Турра мухтама пуҫланӑ. 14 Ҫавӑн чух синагога пуҫлӑхӗ, Иисус ҫав хӗрарӑма шӑмат кун сыватнӑшӑн ҫилленсе, халӑха каланӑ: «Эрнере ултӑ кун пур, пӗтӗм ӗҫе ҫав кунсенче тумалла. Чиртен сывалма эсир шӑмат кун мар, ытти кунсенче килӗр!» – тенӗ. 15 Хуҫамӑр ӑна ҫапла хуравланӑ: «Эй, икӗ питлӗскер! Сирӗнтен кашниех витере кӑкарӑнса тӑракан вӑкӑрне е ашакне ҫыххине салтса шӑмат кун шӑварма илсе каймасть-им вара? 16 Авраам йӑхӗнчи ҫак хӗре шуйттан вун сакӑр ҫул ҫыхса усранӑ. Вӑл ӗнтӗ ҫав ҫыхӑран шӑмат кун ирӗке тухма тивӗҫлӗ марччӗ-и?»
17 Иисус ҫапла каланӑ чухне Ӑна хирӗҫлекенсем пурте намӑсланнӑ, ытти халӑх Иисус тунӑ мӗн пур мухтавлӑ ӗҫсемшӗн савӑнса тӑнӑ.
Сарӑ пӑрӑҫ вӑррипе кӑвас тӗпӗ ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мф. 13:31-33; Мк. 4:30-32)
18 Иисус ҫапла каланӑ: «Турӑ Патшалӑхӗ мӗн евӗрлӗ? Ӑна мӗнпе танлаштарам-ши? 19 Вӑл сарӑ пӑрӑҫ вӑрри евӗрлӗ; пӗр ҫын ӑна хӑйӗн пахчине акнӑ. Вара ҫав вӑрӑран пысӑк йывӑҫ ӳснӗ, унӑн турачӗсем хушшинче вӗҫен кайӑксем те йӑва ҫавӑрнӑ».
20 Иисус татах каланӑ: «Турӑ Патшалӑхне мӗнпе танлаштарма пулать? 21 Вӑл кӑвас тӗпӗ евӗрлӗ. Хӗрарӑм кӑвас тӗпне илнӗ те виҫӗ витре ҫӑнӑхпа хутӑштарса ҫӑрнӑ, вара пӗтӗм чусти йӳҫсе хӑпарнӑ».
Тӑвӑр хапха
(Мф. 7:13-14, 21-23)
22 Иисус ҫынсене вӗрентсе ял-хула витӗр тухнӑ. Унӑн ҫулӗ Иерусалималла выртнӑ. 23 Пӗр ҫын Унран ыйтнӑ: «Хуҫамӑр, ҫӑлӑнакансем чӑнах сахал пулӗҫ-и?» Иисус ҫапла хуравланӑ: 24 «Тӑвӑр хапхапа кӗме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр. Калатӑп сире: нумайӑшӗ кӗме тӑрӑшӗҫ, анчах кӗреймӗҫ. 25 Кил хуҫи тӑрса алӑкне хупсан, эсир тул енче алӑка шаккаса: „Хуҫамӑр! Хуҫамӑр! Уҫса кӗртсем пире“, – тесе йӑлӑнма пуҫлӑр. Анчах Вӑл сире: „Камсем тата ӑҫтан эсир? Эпӗ сире пӗлместӗп“, – тейӗ. 26 Эсир вара: „Эпир Санӑн куҫу умӗнчех ӗҫсе ҫиеттӗмӗр! Эсӗ пирӗн хула урамӗсенче вӗрентсе ҫӳреттӗн!“ – тейӗр. 27 Анчах та Вӑл калӗ: „Эй, усал ӗҫ тӑвакансем пурте! Калатӑп сире: эсир камне тата ӑҫтан килнине пӗлместӗп, кайӑр Ман патӑмран“. 28 Эсир Авраам, Исаак, Иаков тата пур пророксем те Турӑ Патшалӑхӗнче пулнине, хӑвӑра вара тулашне хӑваласа кӑларнине курӑр. Унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ. 29 Ҫынсем хӗвел тухӑҫӗнчен те, хӗвел анӑҫӗнчен те, кӑнтӑрпа ҫурҫӗр енчен те пырса Турӑ Патшалӑхӗн кӗрекине ларӗҫ. 30 Ун чухне кайрисем малта пулӗҫ, малтисем кайра пулӗҫ».
Иисус Иерусалимшӑн йӗни
(Мф. 23:37-39)
31 Ҫав кун Иисус патне хӑш-пӗр фарисейсем пынӑ та: «Эсӗ урӑх ҫӗре тухса кай, мӗншӗн тесен Ирод Сана вӗлересшӗн», – тенӗ. 32 Иисус вара вӗсене: «Кайса ҫав тилле калӑр: „Эпӗ паянпа ыран усалсене хӑваласа кӑларатӑп, чирлисене сывататӑп, виҫмине Хамӑн ӗҫе вӗҫлӗп“, – тенӗ. 33 – Анчах епле пулсан та паян, ыран тата виҫмине Манӑн Хамӑн ҫулпа утмалла, мӗншӗн тесен пророка Иерусалимра мар, урӑх ҫӗрте вӗлерни пулман-ха.
34 Эх, Иерусалим! Иерусалим! Пророксене пӗтерекен, ху патна янисене чулпа пере-пере вӗлерекен хула! Кайӑк хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тытӑнтӑм, анчах та эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр! 35 Ӗнтӗ сирӗн ҫуртӑр пушанса юлать. Калатӑп сире: „Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!“ – теес вӑхӑт ҫитиччен эсир Мана урӑх кураймӑр».
14Шыв чирӗллӗ ҫынна сыватни
1 Пӗр шӑмат кун Иисус фарисейсен пуҫлӑхӗ патне хӑнана кӗнӗ. Унти фарисейсем Ӑна хытӑ сӑнаса ларнӑ. 2 Ҫавӑн чух Ун умне шыв чирӗпе асапланакан ҫын пырса тӑнӑ. 3 Иисус саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсенчен: «Саккун тӑрӑх шӑмат кун ҫынна чиртен сыватма юрать-и?» – тесе ыйтнӑ. 4 Лешсем чӗнмен. Иисус ҫав ҫынна сӗртӗнсе сыватнӑ та килне янӑ. 5 Унтан вӗсене: «Сирӗнтен камӑн та пулин ашакӗ е вӑкӑрӗ ҫӑла кайсан, ӑна вӑл, шӑмат кун пулсан та, хӑвӑртрах туртса кӑлармӗ-и?» – тенӗ. 6 Ҫакна хирӗҫ лешсем Ӑна нимӗн те калайман.
Сапӑрлӑх ҫинчен
7 Чӗннӗ хӑнисем сӗтел хушшинчи лайӑхрах вырӑна ларма тӑрӑшнине курсан Иисус ҫапла ытарлӑх каласа кӑтартнӑ: 8 «Сана туя чӗнсен эсӗ кӗрекене кӗрсе ан лар. Тен, унта санран хисеплӗрех хӑна пулӗ. 9 Вара иксӗре те туя чӗннӗ хуҫи сан патна пырӗ те: „Эсӗ куҫса ху вырӑнна ҫак ҫынна ларт-ха“, – тейӗ. Ун чух санӑн намӑсланса алӑк патӗнчи вырӑна кайса лармалла пулӗ. 10 Хӑнана чӗнсен эсӗ алӑк патнерех лар. Вара сана чӗнекен хуҫи пырса: „Тусӑм! Эсӗ тӗпелерех иртсе ларсам“, – тейӗ. Ун чух сана ытти хӑнасем умӗнче епле хисеп пулӗ! 11 Астӑвӑр, хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хураканни асла тухӗ».
12 Хӑйне хӑнана чӗннӗ фарисее Иисус ҫапла каланӑ: «Эсӗ кӑнтӑрлахи е каҫхи апат тунӑ чух тусусене, хурӑнташусене, тӑванусене тата пуян кӳршӳсене ан чӗн, мӗншӗн тесен кайран вӗсем те сана хӑнана чӗнсе тав тума пултараҫҫӗ. 13 Пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тума шутласан эсӗ кӗлмӗҫсене, уксах-чӑлахсене, суккӑрсене чӗн. 14 Вӗсем сана тавӑрса парайманшӑн эсӗ телейлӗ пулӑн. Уншӑн сана сӑваплӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне тавӑрса парӗҫ».
Пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мф. 22:1-10)
15 Ҫавна илтсен Унпа пӗрле сӗтел хушшинче ларакансенчен пӗри: «Турӑ Патшалӑхӗнче ҫӑкӑр ҫиес ҫын телейлӗ!» – тенӗ Ӑна.
16 Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Пӗр ҫын пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрленӗ те йышлӑ хӑна чӗннӗ. 17 Ӗҫсе ҫиме вӑхӑт ҫитсен вӑл чӗнсе хунисем патне хӑйӗн чурине: „Ӗнтӗ апат-ҫимӗҫ пӗтӗмпех хатӗр, пырӑр“, – тесе калама янӑ. 18 Анчах чӗнсе хунисем, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ пекех, тӗрлӗрен сӑлтав тупса каҫару ыйтнӑ. „Эпӗ ҫӗр илтӗм, ҫавна пӑхма манӑн халех каймалла. Тархасшӑн, каҫар мана“, – тенӗ ӑна пӗри. 19 „Эпӗ пилӗк мӑшӑр вӑкӑр туянтӑм, вӗсене ҫӳретсе пӑхма каятӑп. Тархасшӑн, каҫар мана“, – тенӗ тепри. 20 Виҫҫӗмӗшӗ тата: „Эпӗ нумай пулмасть авлантӑм, ҫавӑнпа пыраймастӑп“, – тенӗ. 21 Вара чури тавӑрӑннӑ та ҫавӑн ҫинчен хуҫине каласа панӑ. Кил хуҫи ҫилленсе ҫитсе хӑйӗн чурине ҫапла хушса янӑ: „Часрах кай та хула урамӗсемпе тӑкӑрлӑкӗсенчи кӗлмӗҫсене, чӑлахсене, уксахсене, суккӑрсене кунта чӗнсе кил“. 22 Чӗннисем пуҫтарӑнсан, чури каланӑ: „Хуҫам! Пӗтӗмпех эсӗ хушнӑ пек турӑм, сӗтел хушшинче татах вырӑн пур-ха“, – тенӗ. 23 „Эсӗ эппин хула ҫумӗнчи тӗттӗм, пушӑ ҫул-йӗрсем тӑрӑх кай та тӗл пулакансене хистесех кунта чӗн, килӗм тулли хӑна пултӑр, – тенӗ хуҫи чурине. 24 – Калатӑп сире: чӗнсе хунисенчен пӗри те манӑн ӗҫкӗ-ҫикӗре лараймӗҫ, мӗншӗн тесен чӗнсе хунисем нумай та, суйласа илнисем сахал “».
Иисусӑн вӗренекенӗ пулма кам пултарать?
(Мф. 10:37-38)
25 Иисус хыҫҫӑн питӗ нумай халӑх пынӑ. Вӑл ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та вӗсене каланӑ: 26 «Кам хӑйӗн ашшӗ-амӑшне, арӑмне, ачисене, пӗртӑванӗсене е хӑйӗн пӗртен-пӗр пурӑнӑҫне Манран мала хурать, вӑл Ман вӗренекенӗм пулма пултараймӗ. 27 Кам хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫав Манӑн вӗренекенӗм пулаймӗ. 28 Сиртен кам та пулин ҫурт лартма шутлать пулсан, вӑл малтан ҫурчӗ мӗн хака ӳкессе тата ӑна туса пӗтерме укҫи ҫитессе шутласа пӑхмӗ-и? 29 Унсӑрӑн вӑл никӗсне хурӗ те ҫуртне туса пӗтереймӗ. Вара пурте унран кулма пуҫлӗҫ: 30 „Ку ҫын ҫурт лартма тытӑнчӗ те туса пӗтереймерӗ“, – тейӗҫ. 31 Е тата пӗр патша тепӗр патшана хирӗҫ вӑрҫӑпа тухма шутлать пултӑр. Вӑл вара хӑйӗн вунӑ пин ҫынлӑ ҫарӗпе леш ҫирӗм пинлӗ патша ҫарне ҫӗнтерме вӑйӗ ҫитессе е ҫитмессе малтан шухӑшласа пӑхмӗ-и? 32 Вӑйне ҫитереймессе туйса илсен, леш патши аякра чухне, ун патне вӑл килӗшӳ тума элчисене ярӗ. 33 Ҫавӑн пекех эсир те, хӑвӑрӑн мӗн пуррине пӑрахӑҫламасан, Ман вӗренекенӗмсем пулаймӑр».
34 «Тӑвар – ырӑ япала, анчах вӑл хӑватне ҫухатсан унӑн тутине епле тавӑрмалла? 35 Вӑл ӗнтӗ ана ҫине тӑкма та, тислӗк купи ҫине хума та юрӑхсӑр, ӑна кӑларса тӑкмалла кӑна. Илтме хӑлха пурри илттӗр!»
15Ҫухалнӑ сурӑх ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мф. 18:12-14)
1 Пӗррехинче Иисуса итлеме налук пухакансем те, ҫылӑхлӑ ҫынсем те нумаййӑн пынӑ. 2 Унта тӑракан фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем ӳпкелешсе калаҫнӑ: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсене йышӑнать, вӗсемпе пӗрле апат ҫиет!» – тенӗ.
3 Вӑл вара вӗсене ҫак ытарлӑха каласа кӑтартнӑ: 4 «Сирӗн хӑшӗн те пулин ҫӗр пуҫ сурӑх пултӑр. Вӑл, пӗр сурӑхне ҫухатсан, тӑхӑр вун тӑххӑрӑшне хире хӑварса, ҫухалнӑ сурӑхне мӗн тупичченех шыраса ҫӳремӗ-и? 5 Сурӑхне тупсан вӑл, савӑнса, ӑна хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӗклесе хурӗ. 6 Вара килне илсе пырсан хӑйӗн тусӗсене, кӳршисене чӗнсе пуҫтарӗ те вӗсене калӗ: „Манпа пӗрле савӑнӑр, эпӗ ҫухалнӑ сурӑха тупрӑм!“ – тейӗ. 7 Калатӑп сире: ҫавнашкалах тӳпере те, ҫылӑхлӑ пӗр ҫын ӳкӗнсен, уншӑн ӳкӗнме те кирлӗ мар тӑхӑр вун тӑхӑр тӳрӗ ҫыншӑн савӑннинчен ытларах савӑнӗҫ».
Ҫухалнӑ кӗмӗл укҫа ҫинчен каланӑ ытарлӑх
8 «Е пӗр-пӗр хӗрарӑм хӑйӗн вунӑ драхма укҫинчен пӗрне ҫухаттӑр. Вӑл вара ҫутаткӑҫ ҫутса, урайне шӑпӑрпа шӑлса укҫине тупичченех тӑрӑшса шырамӗ-и? 9 Укҫине тупсан вӑл тус-тантӑшӗсене, кӳршӗ хӗрарӑмӗсене чӗнсе пуҫтарӗ те вӗсене: „Манпа пӗрле савӑнӑр, эпӗ ҫухалнӑ укҫана тупрӑм!“ – тейӗ. 10 Калатӑп сире: ҫылӑхлӑ пӗр ҫын ӳкӗннишӗн те Туррӑн ангелӗсем ҫавӑн пекех савӑнаҫҫӗ».
Аташнӑ ывӑл ҫинчен каланӑ ытарлӑх
11 Иисус татах каланӑ: «Пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ. 12 Кӗҫӗнни ашшӗ патне пынӑ та: „Атте, хама тивӗҫлӗ пурлӑха мана уйӑрса пар!“ – тенӗ. Ашшӗ вара ывӑлӗсене пурлӑх уйӑрса панӑ. 13 Часах кӗҫӗн ывӑлӗ хӑйӗнне пӗтӗмпех пуҫтарнӑ та инҫетри ҫӗр-шыва тухса кайнӑ. Унта путсӗр пурӑнса вӑл хӑйӗн пурлӑхне салатса пӗтернӗ. 14 Пурлӑхӗ пӗтнӗ хыҫҫӑнах ҫав ҫӗр-шывра йывӑр выҫлӑх пуҫланнӑ, вӑл вара аптӑраса ҫитнӗ. 15 Унтан пӗр ҫын патне тарҫа кӗнӗ. Лешӗ ӑна хӑйӗн сыснисене пӑхма хире янӑ. 16 Ҫимелли нимӗн те паманран вӑл сысна апачӗпе тӑранса пурӑнма та хатӗр пулнӑ. 17 Юлашкинчен вӑл шухӑшласа илнӗ те: „Аттем килӗнче мӗн чухлӗ тарҫӑ тӑраничченех ҫӑкӑр ҫиет, эпӗ кунта выҫӑ вилетӗп! – тенӗ. 18 – Ӗнтӗ атте патне тавӑрӑнам та ӑна калам: Эй, атте! Эпӗ Турӑ умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм, 19 ывӑлу ятне илтме те тивӗҫсӗр! Ҫапах мана ху патна тарҫа илсем, – теем“. 20 Унтан вӑл ашшӗ патне кайнӑ. Ашшӗ ӑна аякран курсанах хӗрхеннӗ, хирӗҫ чупса пынӑ та ыталаса чуптунӑ. 21 „Эй, атте! – тенӗ ӑна ывӑлӗ. – Эпӗ Турӑ умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм, ывӑлу ятне илтме те тивӗҫсӗр!“ 22 Ашшӗ хӑйӗн чурисене ҫапла каланӑ: „Чи лайӑх тумтир илсе килсе тумлантарӑр ӑна. Пӳрнине куҫлӑ ҫӗрӗ тӑхӑнтартӑр, урине тӑхӑнма пушмак парӑр. 23 Самӑртнӑ пӑрӑва ҫавӑтса килсе пусӑр, ӗҫсе ҫиер, савӑнар! 24 Ку ывӑлӑм манӑн вилнӗччӗ, халӗ акӑ чӗрӗлчӗ! Ҫухалнӑччӗ, акӑ тупӑнчӗ!“ Унтан вӗсем ӗҫсе-ҫисе савӑнма пуҫланӑ.
25 Ҫав вӑхӑтра аслӑ ывӑлӗ хирте пулнӑ. Тавӑрӑннӑ чухне вӑл килӗнче савӑнса юрланине илтнӗ. 26 Вара пӗр тарҫине чӗнсе илнӗ те: „Кунта мӗн тӑваҫҫӗ?“ – тесе ыйтнӑ. 27 Тарҫи ӑна каланӑ: „Сан шӑллу тавӑрӑнчӗ, вӑл сывӑ тавӑрӑннӑшӑн савӑннипе аҫу самӑртнӑ пӑрӑва пустарчӗ“. 28 Аслӑ ывӑлӗ питӗ ҫилленнӗ, килне те кӗресшӗн пулман. Ашшӗ ӑна хӑй тухса чӗннӗ. 29 Анчах вӑл ашшӗне хирӗҫ каланӑ: „Миҫе ҫул эпӗ саншӑн тарҫӑ пек ӗҫлесе пурӑнтӑм, эсӗ мӗн хушнине яланах туса тӑтӑм. Анчах юлташсемпе савӑнма эсӗ мана пӗр качака путекки те пустарса памарӑн! 30 Аскӑн арӑмсемпе ҫӳресе пурлӑхне салатнӑ ывӑлу килнӗ те, эсӗ уншӑн самӑртнӑ пӑрӑва пустарнӑ“. 31 „Эй, ывӑлӑм! – тенӗ ашшӗ ӑна. – Эсӗ яланах манпа пӗрле. Манӑн мӗн пурри пӗтӗмпех санӑн. 32 Шӑллу тавӑрӑннӑшӑн хӗпӗртемелле, мӗншӗн тесен вӑл вилнӗччӗ, халӗ чӗрӗлчӗ; ҫухалнӑччӗ, халӗ тупӑнчӗ!“»
16Кил-ҫурт пӑхакан ултавҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑх
1 Унтан Хӑйӗн вӗренекенӗсене Иисус ҫапла каланӑ: «Пӗр пуян ҫыннӑн кил-ҫурт пӑхса тӑраканни пулнӑ. Вӑл хуҫин пурлӑхне салатса пӗтерни ҫинчен хайхи пуяна хыпар ҫитернӗ. 2 Вара хуҫи ӑна чӗнтернӗ те: „Сан ҫинчен ырӑ мар хыпар илтрӗм. Ман пурлӑха епле упрани ҫинчен явап пар, текех ӗнтӗ эсӗ кил-ҫурт пӑхса тӑмӑн“, – тенӗ. 3 Кил-ҫурт пӑхакан хӑй ӑшӗнче шухӑшланӑ: „Мӗн тӑвас-ши ӗнтӗ манӑн? Хуҫам мана ӗҫрен кӑларса ярать. Ҫӗр чавма эпӗ пултараймастӑп, ыйткаласа ҫӳреме вӑтанатӑп. 4 Ӗнтӗ кунтан кӑларса ярсан мана кам та пулин хӑй патне илтӗр тесен, мӗн тумаллине тинех ӑнкарса илтӗм“. 5 Вӑл вара хуҫине парӑма кӗнӗ ҫынсене пӗрерӗн-пӗрерӗн чӗнсе илнӗ. „Ман хуҫаран эсӗ мӗн чухлӗ кивҫен илнӗ?“ – ыйтнӑ вӑл малтанхи ҫыннинчен. 6 „Ҫӗр кӑкшӑм олив ҫӑвӗ“, – тенӗ лешӗ. Кил-ҫурт пӑхакан ӑна каланӑ: „Хӑвӑртрах лар та парӑм хучӗ ҫине аллӑ тесе ҫыр“. 7 „Эсӗ тата мӗнпе парӑма кӗнӗ?“– ыйтнӑ унтан тепринчен. „Ҫӗр михӗ тулӑ“, – тенӗ хайхискер. Вӑл ӑна та: „Парӑм хутне ил те сакӑр вуннӑ тесе ҫырса хур“, – тенӗ. 8 Ҫапла тавҫӑруллӑ пулнӑшӑн хуҫи вара хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхакан ултавҫӑна мухтанӑ. Чӑнах та, ку тӗнче ҫыннисем хӑйсем хушшинче ҫутӑ ачисенчен тавҫӑруллӑрах. 9 Эпӗ те сире калатӑп: ку тӗнчери таса мар мулӑрпа усӑ курса та хӑвӑр валли тус-тӑвансем тупӑр. Кайран, хӑвӑр ҫука юлсан, сире ӗмӗр пурӑнмалли ҫурта илӗҫ.
10 Сахалра шанчӑклӑ ҫын нумаййинче те шанчӑклӑ; сахалра ултавли нумаййинче те ултавлӑ. 11 Ҫавӑнпа ӗнтӗ, сире ку тӗнчери ултавлӑ мула та шанса пама ҫук пулсан, тӳпери чӑн-чӑннине кам шанса парӗ? 12 Ют ҫын пурлӑхне шанса пама ҫук пулсан, апла хӑвӑрӑнне сире кам шанса парӗ? 13 Нимӗнле тарҫӑ та харӑсах икӗ хуҫана юраймасть, мӗншӗн тесен вӑл пӗр хуҫине кураймӗ, теприне юратӗ; е пӗриншӗн чунне парса тӑрӑшӗ, теприншӗн тӑрӑшмӗ. Эсир харӑсах Турӑ чури те, мул чури те пулаймӑр».
Саккун тата Турӑ Патшалӑхӗ
(Мф. 11:12-13)
14 Укҫа юратакан фарисейсем те ҫак сӑмахсене илтнӗ. Вара вӗсем Иисусран тӑрӑхласа кулма пуҫланӑ. 15 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫынсем умӗнче хӑвӑра тӳрӗ пек кӑтартатӑр, анчах сирӗн чӗрӗре Турӑ пӗлет. Мӗншӗн тесен ҫынсем хушшинче чаплӑ пекки Турӑ умӗнче ирсӗр. 16 Иоанн киличчен саккунпа пророксем кӑна пулнӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа Турӑ Патшалӑхӗн Ырӑ Хыпарне пӗлтереҫҫӗ, тӑрӑшсассӑн кашниех унта кӗреет. 17 Ҫапах та саккунри пӗр сас палли те ҫухалмасть. Вӑл пӗтиччен ҫӗрпе пӗлӗт пӗтӗ.
18 Кирек кам та, арӑмӗнчен уйӑрӑлса урӑххине качча илсен, мӑшӑрне улталать. Уйӑрӑлнӑ хӗрарӑма качча илни те мӑшӑра улталаниех пулать».
Пуянпа Лазарь
19 Иисус татах каланӑ: «Пӗр ҫын питӗ пуян пулнӑ. Вӑл чи хаклӑ йышши тумтирпе ҫӳренӗ, куллен чаплӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. 20 Ҫав пуянӑн хапхи умӗнче кӗсенленсе кайнӑ Лазарь ятлӑ кӗлмӗҫ выртнӑ. 21 Вӑл пуян сӗтелӗ ҫинчен ӳкекен тӗпренчӗксемпе тӑранса пурӑнасшӑн пулнӑ. Унӑн суранӗсене йытӑсем пыра-пыра ҫулланӑ. 22 Кӗлмӗҫ вилнӗ те, ангелсем ӑна Авраам патне пӗлӗт ҫине илсе кайнӑ. Пуян ҫын та вилнӗ, ӑна пытарнӑ. 23 Вӑл тамӑкра асапланнӑ чух ҫӳлелле пӑхнӑ та инҫетре Авраама тата унпа юнашар тӑракан Лазаре курнӑ. 24 „Эй, Авраам мӑн асатте, хӗрхен мана! – тесе кӑшкӑрнӑ пуян. – Лазаре ярсам, типнӗ ҫӑварӑма тумлам шывпа йӗпеттӗрччӗ! Эпӗ ҫак ҫулӑм ӑшӗнче питӗ асапланатӑп-ҫке!“ 25 Анчах та Авраам ҫапла каланӑ: „Ачам! Астуса ил-ха, ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫунта эсӗ ырлӑх куртӑн, Лазарь вара нуша курса пурӑнчӗ. Халӗ вӑл кунта савӑнать, эсӗ вара асапланатӑн. 26 Унтан та ытларах, ку енчен леш енне каҫма та, леш енчен ку енне каҫма та май ҫук, мӗншӗн тесен сирӗнпе пирӗн хушшӑмӑрта тӗпсӗр шырлан“. 27 Вара пуян йӑлӑнса ыйтнӑ: „Эй, мӑн асаттем, тархаслатӑп сана, Лазаре эсӗ атте килне ярсамччӗ. 28 Унта манӑн татах пилӗк шӑллӑм пур-ҫке! Вӑл вӗсене каласа пӗлтертӗр, вӗсен те ҫак асапланмалли вырӑна килмелле ан пултӑрччӗ!“ 29 Авраам ӑна каланӑ: „Вӗсен Моисей тата пророксем пур. Вӗсем ҫавсене итлеччӗр“. 30 „Ҫук, Авраам мӑн асатте, – хирӗҫленӗ пуян, – вилнисенчен кам та пулин кайса каласан, вӗсем ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнӗччӗҫ“. 31 Вара Авраам ӑна ҫапла каланӑ: „Вӗсем Моисея та, пророксене те итлемесен, вилнисенчен кам та пулин чӗрӗлсе тӑрса каласан та ӗненмӗҫ“».
17Ҫылӑха кӗресси, каҫарасси, ӗненесси ҫинчен
(Мф. 18:6-7, 21-22; Мк. 9:42)
1 Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Этемӗн ҫылӑха кӗресси пулатех, анчах илӗртсе ҫылӑха кӗртекене хуйхӑ пулӗ. 2 Ӑна, мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ҫак пӗчӗкскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртнинчен лайӑхрах пулӗччӗ. 3 Хӑвӑра хӑвӑр астуса пурӑнӑр. Тӑвану сан умӑнта ҫылӑха кӗрсен эсӗ ӑна йӑнӑшне кӑтарт; ӳкӗнет пулсан каҫар. 4 Вӑл сан умӑнта кунне ҫичӗ хут ҫылӑха кӗрсен те, ҫичӗ хут пырса: „Ӳкӗнетӗп“, – тесен, каҫар ӑна».
5 Апостолсем вара Хуҫамӑра: «Пирӗн ӗненӗве вӑйлатсам», – тенӗ. 6 Хуҫамӑр вӗсене каланӑ: «Эсир пӗр пӗрчӗк те пулин ӗненсессӗн те, ҫак смоква йывӑҫҫине: „Тымарупах кӑкланса тинӗсе куҫса лар!“ – тесе каласан, вӑл сире итленӗ пулӗччӗ».
7 «Калӑпӑр, санӑн суха тӑвакан е кӗтӳ кӗтекен чуру пур. Вӑл хиртен тавӑрӑнсан эсӗ ӑна: „Кил, сӗтел хушшине ларса апат ҫи“, – тесе калӑн-и? 8 Ҫук, апла каличчен хуҫи малтан: „Ӗҫ тумтирне улӑштарса тӑхӑн та ман валли каҫхи апат хатӗрле, эпӗ ӗҫсе ҫием! Кайран ху ларса ҫи“, – тейӗ. 9 Хушнӑ ӗҫе тунӑшӑн хуҫи чурине тав тӑвӗ-и? Тав тӑвӗ тесе шухӑшламастӑп. 10 Эсир те ҫаплах, хӑвӑра мӗн хушнине тусассӑн: „Эпир ним тӗшне тӑман чурасем, мӗншӗн тесен хамӑр тума тивӗҫлине кӑна турӑмӑр“, – тейӗр».
Юхан-суранлӑ вунӑ ҫынна сыватни
11 Иисус Иерусалим хулине кайнӑ чух Галилейӑпа Самари хушшинчи ҫулпа иртсе пынӑ. 12 Пӗр яла кӗрес умӗн Ӑна юхан-суранлӑ вунӑ ҫын тӗл пулнӑ. Вӗсем чарӑнса аякранах хыттӑн кӑшкӑрма пуҫланӑ: «Эй, Вӗрентӳҫӗ Иисус! Хӗрхенсем пире!» 14 Иисус вӗсене асӑрхасан каланӑ: «Эсир кайӑр та священниксене курӑнӑр». Вара лешсем ҫулпа пынӑ чухнех чиртен тасалнӑ. 15 Вӗсенчен пӗри хӑй сывалнине курсанах хытӑ сасӑпа Турра мухтаса каялла тавӑрӑннӑ. 16 Вара Иисуса тав туса, Ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ. Ҫакскер Самари ҫынни пулнӑ. 17 «Эсир вуннӑн юхан-суранран тасалмарӑр-и? Тепӗр тӑххӑрӑшӗ ӑҫта? – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус. 18 – Ҫак урӑх халӑх ҫыннисӗр пуҫне ыттисем мӗншӗн Турра мухтама тавӑрӑнмарӗҫ?» 19 Унтан Иисус ӑна: «Эсӗ тӑрса каях, ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ», – тенӗ.
Турӑ Патшалӑхӗ килесси
(Мф. 24:23-28, 37-41)
20 Пӗррехинче фарисейсем Иисусран: «Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан килет?» – тесе ыйтнӑ. Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Турӑ Патшалӑхӗ куҫа курӑнса килмест. 21 Турӑ Патшалӑхӗ – сирӗн ӑшӑрта, ҫавӑнпа та: „Акӑ вӑл кунта“ е: „Авӑ унта“, – тесе калакан пулмӗ».
22 Кайран Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Акӑ вӑхӑт ҫитӗ, эсир ун чух Этем Ывӑлне пӗр кунлӑх та пулин курасшӑн пулӑр, анчах кураймӑр. 23 „Акӑ Вӑл кунта“ е: „Авӑ унта“, – тейӗҫ сире, анчах эсир вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр. 24 Хӑй килес кун Этем Ывӑлӗ пӗлӗте енчен енне ялтӑртаттарса ҫутатакан ҫиҫӗм пек палӑрса килӗ. 25 Анчах та унччен малтан Унӑн нумай асап курмалла, ҫак ӑру ҫыннисем Ӑна йышӑнмӗҫ.
26 Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килес кун та ҫаплах пулӗ. 27 Ной карап ҫине ларас кунчченех ҫынсем ӗҫсе ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ. Кайран ҫӗр ҫине шыв илнӗ те пурне те пӗтернӗ. 28 Лот вӑхӑтӗнче те ҫавӑн пекех пулнӑ. Ҫынсем ӗҫнӗ, ҫинӗ, сутнӑ, илнӗ, акнӑ, ҫуртсем лартнӑ. 29 Анчах Лот Содомран тухнӑ кунах вутлӑ кӳкӗрт пӗлӗтрен ҫумӑр пек ҫунӑ та пӗтӗм халӑха пӗтернӗ. 30 Этем Ывӑлӗ ҫӗр ҫине килес кун та ҫавӑн пекех пулӗ. 31 Ҫав кун кам та пулин кил хушшинче пулсан, хӑйӗн япалисене илме пӳрте ан кӗтӗр. Хирте пулсан, вӑл та каялла ан тавӑрӑнтӑр. 32 Лот арӑмне аса илӗр! 33 Кам хӑйӗн пурӑнӑҫне упрасшӑн тӑрӑшӗ, ҫав ӑна пӗтерӗ. Кам та кам пурӑнӑҫне пӗтерӗ, ҫав ӑна ҫӑлса хӑварӗ. 34 Калатӑп сире: ҫав каҫ пӗр вырӑн ҫинчи икӗ ҫынран пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ. 35 Икӗ хӗрарӑм пӗрле тырӑ авӑртӗҫ: пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ. 36 Иккӗн хирте пулӗҫ: пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ» .
37 Вӗренекенӗсем Иисусран ыйтнӑ: «Хуҫамӑр! Ку вара ӑҫта пулӗ?» «Виле выртакан вырӑна ӑмӑрт кайӑксем те пуҫтарӑнӗҫ», – тенӗ Иисус.
18Тӑлӑх арӑмпа тӳрӗ мар судья
1 Ялан Турра кӗлтумаллине тата хуйха ӳкме юраманнине пӗлччӗр тесе Иисус вӗсене ҫакӑн пек ытарлӑх каланӑ: 2 «Пӗр хулара судья пурӑннӑ, вӑл Турӑран та хӑраман, ҫынсене те ним вырӑнне хуман. 3 Ҫав хуларах тата тӑлӑх арӑм пулнӑ. Вӑл ялан ҫав судья патне пырса: „Мана хампа хирӗҫекен ҫынран хӳтӗлесемччӗ,“ – тесе йӑлӑннӑ. 4 Судья нумайччен ун хутне кӗресшӗн пулман. Юлашкинчен хӑй ӑшӗнче шутланӑ: „Эпӗ Турӑран та хӑрамастӑп, ҫынсене те ним вырӑнне хумастӑп! 5 Анчах ку тӑлӑх арӑм мана пӗртте канӑҫ памасть. Ҫавӑнпа ун ыйтӑвне татса парам, урӑх аптӑратса ан ҫӳретӗр“».
6 «Тӳрӗ мар судья мӗн каланине астӑвӑр, – тенӗ унтан Хуҫамӑр. 7 – Кунӗн-ҫӗрӗн йӑлӑнса ыйтсан Турӑ Хӑйӗн суйланӑ ҫыннисене, васкаман пек туйӑнсан та, хӳтӗлесе хӑвармӗ-и? 8 Калатӑп сире: Вӑл часах вӗсен хутне кӗрӗ. Анчах та Этем Ывӑлӗ килсен ҫӗр ҫинче ӗненӳ тупайӗ-ши?»
Фарисейпа налук пухакан ҫинчен каланӑ ытарлӑх
9 Ытти ҫынсенчен йӗрӗнсе, эпир кӑна тӳрӗ пурӑнатпӑр тесе шутлакансене Иисус ҫакӑн пек ытарлӑх каласа кӑтартнӑ: 10 «Икӗ ҫын Турӑ Ҫуртне кӗлтума кӗнӗ: пӗри фарисей пулнӑ, тепри – налук пухакан. 11 Фарисейӗ тӑнӑ та хӑй ӑшӗнче ҫапла кӗлтунӑ: „Эй, Турӑҫӑм! Тавтапуҫ Сана, эпӗ ӗнтӗ вӑрлакан, кӳрентерекен, мӑшӑрӗсене улталакан ытти ҫынсем пек мар. Акӑ ҫак налук пухакан пек те мар. 12 Эрнере икӗ хут типӗ тытатӑп, хам ӗҫлесе илнинчен вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑп“. 13 Налук пухаканӗ кӑна пуҫне ҫӗклеме те хӑяймасӑр аякра тӑнӑ. Вӑл хуҫӑк кӑмӑлпа каланӑ: „Эй, Турӑҫӑм! Хӗрхен мана, ҫылӑхлӑ ҫынна!“ 14 Чӑн калатӑп сире: ҫак ҫын килне фарисейран ытларах тӳрре тухса тавӑрӑнӗ. Мӗншӗн тесен кам хӑйне асла хурать, ҫав кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ».
Иисус ачасене пиллет
(Мф. 19:13-15; Мк. 10:13-16)
15 Иисус аллипе сӗртӗнтӗр тесе Ун патне ҫынсем пӗчӗк ачисене те илсе пынӑ; ҫавна курсан вӗренекенӗсем вӗсене Иисуса кансӗрлеме чарнӑ. 16 Анчах та Иисус, ачасене Хӑй патне чӗнсе илсе, вӗренекенӗсене каланӑ: «Ачасене Ман патӑма ярӑр, килме ан чарӑр, мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ вӗсем пеккисемшӗн. 17 Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫав унта кӗреймӗ».
Иисуспа пӗр пуян ҫамрӑк
(Мф. 19:16-30; Мк. 10:17-31)
18 Пӗр пуҫлӑх Иисусран ыйтнӑ: «Эй, Ырӑ Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗн тумалла?» 19 Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? Пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар. 20 Пил-хушусене эсӗ пӗлетӗн: мӑшӑрна ан ултала, ан вӗлер, ан вӑрла, судра суйса ан пӗлтер, аҫу-аннӳне хисепле». 21 «Эпӗ вӗсене пурне те мӗн ачаранах пӑхӑнса пурӑнатӑп», – тенӗ лешӗ. 22 Ҫавна илтсен Иисус ӑна каланӑ: «Санӑн ӗнтӗ пӗри ҫитеймест. Хӑвӑн пӗтӗм пурлӑхна сут та укҫине чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх ҫӳл тӳпере пулӗ. Ху кил те Ман хыҫҫӑн пыракан пул».
23 Капла каланине илтсен пуян ҫын салхуланнӑ, мӗншӗн тесен унӑн пурлӑхӗ питӗ нумай пулнӑ. 24 Иисус вара, вӑл салхуланнине курса, ҫапла каланӑ: «Пуянсене Турӑ Патшалӑхне кӗме епле йывӑр! 25 Пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах». 26 Ҫакна илтнӗ ҫынсем: «Эппин кам ҫӑлӑнма пултарӗ?» – тесе ыйтнӑ. 27 Иисус каланӑ: «Этем пултарайманнине Турӑ пултарать». 28 Петр Ӑна каланӑ: «Акӑ эпир хамӑрӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн пыракансем пултӑмӑр». 29 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: кам та кам хӑйӗн кил-ҫуртне е ашшӗ-амӑшне, е тӑванӗсене, е арӑмне, е ачисене Турӑ Патшалӑхӗшӗн пӑрахать, 30 вӑл кунти пурӑнӑҫрах чылай ытларах илӗ. Лери пурӑнӑҫра вара ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗхлӗ пулӗ».
Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен виҫҫӗмӗш хут калани
(Мф. 20:17-19; Мк. 10:32-34)
31 Иисус Вун иккӗшне аяккарах чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Акӑ эпир Иерусалималла ҫывхарса пыратпӑр. Унта вара Этем Ывӑлӗ ҫинчен пророксем ҫырса хуни пӗтӗмпех пурнӑҫланӗ. 32 Ӑна урӑх халӑх ҫыннисен аллине тытса парӗҫ, лешсем Унран мӑшкӑлласа кулӗҫ, Ӑна хур тӑвӗҫ, Ун ҫине сурса пӗтерӗҫ, 33 чӗн пушӑпа хӗнӗҫ, унтан вӗлерӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне вара Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ». 34 Анчах вӗренекенӗсем ҫапла каланинчен нимӗн те ӑнланса илеймен, вӗсемшӗн ҫав сӑмахсем пытарӑнчӑк пулнӑ. Иисус мӗн каланине вӗсем пӗлеймесӗрех юлнӑ.
Суккӑр ҫынна сыватни
(Мф. 20:29-34; Мк. 10:46-52)
35 Иисус Иерихон хули патне ҫывхарса пынӑ. Унта пӗр суккӑр ҫын ҫул хӗрринче ыйткаласа ларнӑ. 36 Вӑл юнашарах халӑх иртнине илтнӗ те: «Унта мӗн тӑваҫҫӗ?» – тесе ыйтнӑ. 37 Ҫынсем ӑна: «Назорей Иисусӗ иртсе пырать», – тенӗ. 38 Вӑл вара: «Эй, Давид йӑхӗнчи Иисус! Хӗрхенсем мана!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ. 39 Малта пыракансем ӑна шӑпланма хушнӑ. Анчах суккӑр ҫын тата хытӑрах: «Давид йӑхӗн Ывӑлӗ! Хӗрхенсем мана!» – тесе кӑшкӑрнӑ. 40 Иисус чарӑннӑ та суккӑра Хӑй патне ҫавӑтса пыма хушнӑ. Хайхискер Ун патне пырсан Иисус унран: 41 «Эсӗ Мана мӗншӗн чӗнетӗн?» – тесе ыйтнӑ. «Эй, Хуҫамӑр! Манӑн куракан пуласчӗ», – хуравланӑ лешӗ. 42 Иисус ӑна каланӑ: «Куракан пул! Ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ». 43 Суккӑр ҫав самантрах куракан пулнӑ та, Турра мухтаса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫавна курсан пӗтӗм халӑх Турра мухтама пуҫланӑ.
19Иисуспа Закхей
1 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Иерихон хулине кӗнӗ те урампа утса пынӑ. 2 Ҫав хулара налук пухакансен пуҫлӑхӗ, Закхей ятлӑ пӗр пуян ҫын, пурӑннӑ. 3 Вӑл Иисуса курасшӑн питӗ тӑрӑшнӑ, анчах хӑй лутра пирки халӑх хушшинчен Ӑна курайман. 4 Вара Закхей маларах чупса кайнӑ та Вӑл иртес тӗлти смоква йывӑҫҫи ҫине хӑпарса тӑнӑ. 5 Ҫав вырӑна ҫитсен Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та Закхея асӑрханӑ. «Закхей! Хӑвӑртрах ан, Манӑн паян сан патна хӑнана пымалла», – тенӗ ӑна Иисус.
6 Закхей васкаса йывӑҫ ҫинчен аннӑ та Иисуса хӑй патне савӑнсах илсе кӗнӗ. 7 Ҫавна курсан ҫынсем: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫын патне кӗчӗ!» – тесе Иисуса ӳпкелешме пуҫланӑ. 8 Вара Закхей тӑнӑ та Хуҫамӑра ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Эпӗ халех хамӑн пурлӑхӑн ҫуррине чухӑнсене валеҫсе паратӑп. Кама та пулин улталанӑ пулсан, эпӗ ӑна тӑватӑ хут ытларах тавӑрса парӑп». 9 «Паян Закхей кил-йышне ҫӑлӑнӑҫ ҫитрӗ, мӗншӗн тесен вӑл та Авраам ачи! 10 Этем Ывӑлӗ ҫухалнӑ ҫынсене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ», – тенӗ Иисус.
Вунӑ мина укҫа ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мф. 25:14-30)
11 Ҫакна итлекен ҫынсене Вӑл тата тепӗр ытарлӑх каласа панӑ. Иисус Иерусалималла ҫывхарса пынӑҫемӗн ҫынсем Турӑ Патшалӑхӗ те часах ҫитӗ тесе шутланӑ. 12 Иисус ҫапла каланӑ: «Пӗр чаплӑ ӑруран тухнӑ ҫын, патшана ларма ирӗк илсе тавӑрӑнас тесе, инҫетри ҫӗр-шыва кайма хатӗрленнӗ. 13 Вӑл вунӑ чурине чӗннӗ те кашнинех пӗрер мина укҫа парса каланӑ: „Эпӗ тавӑрӑниччен эсир ҫак укҫана ӗҫе хывса тупӑш тӑвӑр“, – тенӗ. 14 Анчах ҫав ҫӗр-шывра пурӑнакансем ӑна курайман пирки: „Вӑл пирӗн патша ан пултӑр!“ – тесе калама ун хыҫӗнчен хӑйсен ҫыннисене янӑ. 15 Хайхискер, патшана ларма ирӗк илсе тавӑрӑнсан, кӗмӗл укҫа парса хӑварнӑ чурисене чӗнтернӗ те кам мӗн чухлӗ тупӑш тунине тӗпчеме тытӑннӑ. 16 Пӗр чури пынӑ та: „Хуҫам, эсӗ парса хӑварнӑ мина вунӑ мина тупӑш кӳчӗ“, – тенӗ. 17 „Аван, эсӗ ырӑ чура! Пӗчӗк тивӗҫе тӳрре кӑларнӑшӑн эпӗ сана вунӑ хула пуҫлӑхӗ тӑватӑп“, – тенӗ ӑна хуҫи. 18 Унтан иккӗмӗш чури те: „Хуҫам, эсӗ парса хӑварнӑ мина пилӗк мина тупӑш кӳчӗ“, – тенӗ. 19 „Сана та пилӗк хула пуҫлӑхӗ тӑватӑп“, – тенӗ хуҫи ӑна. 20 Кайран виҫҫӗмӗшӗ пырса ҫапла каланӑ: „Хуҫам! Акӑ эсӗ парса хӑварнӑ мина, эпӗ ӑна тутӑрпа чӗркесе усрарӑм. 21 Эпӗ санран хӑрарӑм, мӗншӗн тесен эсӗ хытӑ чунлӑ ҫын: памасӑрах илетӗн, акмасӑрах выратӑн“. 22 Хуҫи ӑна каланӑ: „Эй, усал чура! Эпӗ сана хӑвӑн сӑмахусемпех айӑплатӑп! Эпӗ хытӑ чунлӑ пулнине, памасӑрах илнине, акмасӑрах вырнине эсӗ пӗлнӗ. 23 Апла мӗншӗн ман кӗмӗл укҫана усламҫӑсене те пулин памарӑн? Тавӑрӑнсан эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм“. 24 Унтан хуҫа хӑй умӗнче тӑракансене каланӑ: „Унри пӗр мина укҫана илӗр те вунӑ мина укҫаллӑ чурама парӑр“. 25 „Хуҫамӑр, унӑн ахаль те вунӑ мина пур вӗт“, – тенӗ лешсем. 26 „Калатӑп сире: камӑн пур, ӑна татах парӗҫ. Камӑн ҫук, унӑнне мӗн пур пеккине те туртса илӗҫ, – тенӗ хуҫа. 27 – Эпӗ хӑйсен патши пулнипе килӗшмен леш тӑшманӑмсене кунта илсе килӗр те хам куҫ умӗнчех вӗлерӗр“».
Иисус Христос Иерусалим хулине кӗни
(Мф. 21:1-11; Мк. 11:1-11; Ин. 12:12-19)
28 Ҫакна каласан Иисус малалла кайнӑ. Вӑл Иерусалим хулинелле хӑпарса пынӑ. 29 Елеон текен ту патӗнчи Вифагипе Вифани патне ҫывхарсан Вӑл икӗ вӗренекенне 30 ҫапла каласа янӑ: «Хамӑр умра ларакан ҫак яла кайӑр. Эсир унта кӗрсенех кӑкарса хунӑ ҫамрӑк ашака курӑр, ун ҫине ку таранччен никам та утланса ҫӳремен. Эсир ӑна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр. 31 Кам та пулин сирӗнтен: „Ашака мӗншӗн вӗҫертетӗр?“ – тесе ыйтсан, „Вӑл Хуҫамӑра кирлӗ“, – тейӗр». 32 Вӗренекенӗсем яла ҫитсен пӗтӗмпех Иисус каланӑ пек пулса иртнӗ. 33 Ашакне вӗҫертнӗ чух хуҫисем вӗсенчен: «Ашак тихине мӗншӗн вӗҫертетӗр?» – тесе ыйтнӑ. 34 «Вӑл Хуҫамӑра кирлӗ», – тенӗ лешсем. 35 Унтан вӗсем ашак тихине ҫавӑтса пынӑ та ун ҫине хӑйсен тумтирне хунӑ, ашак ҫине Иисуса утлантарнӑ. 36 Ашак ҫине утланнӑ Иисус пынӑ чух ҫынсем хӑйсен тумтирӗсене ҫул тӑрӑх сарса пынӑ.
37 Иисус Елеон тӑвӗ ҫинчен анмалли вырӑна ҫитсен вӗренекенӗсем пурте, темӗн чухлӗн, хӑйсем курнӑ мӗн пур хӑватсемшӗн Турра мухтаса, савӑнса хытӑ кӑшкӑрма пуҫланӑ: 38 «Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Патша мухтавлӑ! Пӗлӗт ҫинче канӑҫлӑх, ҫӳлте мухтав пултӑр!» 39 Халӑх хушшинчен хӑш-пӗр фарисейсем Иисуса каланӑ: «Вӗрентекен, Хӑвӑн вӗренекенӳсене чар!» – тенӗ. 40 «Калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене хирӗҫ, – вӗсем шӑплансан чулсем кӑшкӑрма пуҫлӗҫ».
Иисус Иерусалимшӑн йӗни
41 Иерусалим патне ҫывхарсан Иисус хула ҫине пӑхнӑ та ун шӑпишӗн хурланса йӗрсе янӑ. 42 Вара ҫапла каланӑ: «Эх, Иерусалим! Хӑвна мӗн канӑҫлӑх кӳнине эсӗ ҫак кунсенче те пулин пӗлес пулсанччӗ, анчах та вӑл халӗ саншӑн пытарӑнчӑк. 43 Акӑ кунсем ҫитӗҫ, тӑшманусем сана хупӑрласа илӗҫ, йӗри-тавра шӑтӑксем чавӗҫ, пур енчен те хӗстерсе ҫитерӗҫ. 44 Вӗсем сана та, ачусене те тӗп тӑвӗҫ; ҫак вырӑнта чул ҫинче чул та хӑвармӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ хӑвӑн патна Турӑ килнӗ вӑхӑта пӗлеймерӗн».
Иисус Турӑ Ҫуртӗнчи сутуҫӑсене хӑваласа кӑларни
(Мф. 21:12-17; Мк. 11:15-19; Ин. 2:13-22)
45 Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑларма пуҫланӑ, 46 вӗсене ҫапла каланӑ: «„Манӑн ҫуртӑм – кӗлӗ ҫурчӗ“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ!»
47 Иисус кашни кун Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ. Аслӑ священниксем, саккун вӗрентӳҫисемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем вара Ӑна пӗтересшӗн пулнӑ, 48 анчах нимӗнле те май тупайман, мӗншӗн тесен пӗтӗм халӑх, Иисуса итлес тесе, Унран уйӑрӑлман.
20Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?
(Мф. 21:23-27; Мк. 11:27-33)
1 Пӗррехинче, Иисус Турӑ Ҫуртӗнче халӑха Ырӑ Хыпар каласа вӗрентнӗ чух, Ун патне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ та: 2 «Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?» – тесе ыйтнӑ. 3 «Манӑн та сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтмалли пур, – тавӑрнӑ вӗсене Иисус. – Калӑр-ха Мана, Иоанн шыва кӗртни ҫӳлтен е этемрен пулнӑ?» 5 Лешсем вара пӗр-пӗринпе канашлама пуҫланӑ: «„Ҫӳлтен“, – тесен, „Эсир мӗншӗн Иоана ӗненмерӗр?“ – тейӗ Вӑл. 6 „Этемрен“, – теес, пӗтӗм халӑх пире чулпа пере-пере вӗлерӗ, мӗншӗн тесен халӑх Иоана пророк тесе шанать». 7 Вара вӗсем: «Пӗлместпӗр!» – тесе хуравланӑ. 8 «Эппин Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп», – тенӗ вӗсене Иисус.
Усал пахчаҫӑсем ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мф. 21:33-46; Мк. 12:1-12)
9 Кайран Иисус халӑха ҫакӑн пек ытарлӑх каласа панӑ: «Пӗр ҫын иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ та ӑна тара тытнӑ пахчаҫӑсене парса хӑварса хӑй нумайлӑха тухса кайнӑ. 10 Иҫӗм ҫырли пухма вӑхӑт ҫитсессӗн ҫав хуҫа чурине пахчаҫӑсем патне ҫырла илме янӑ. Анчах лешсем ӑна хӗнесе тӑкнӑ та пуш алӑпах кӑларса янӑ. 11 Вара вӑл тата тепӗр чурине янӑ. Пахчаҫӑсем ӑна та хӗнесе-вӑрҫса нимӗнсӗрех янӑ. 12 Вара вӑл виҫҫӗмӗш чурине ярса пӑхнӑ. Лешсем ӑна аманичченех хӗненӗ те пахчаран кӑларса пӑрахнӑ. 13 Унтан пахча хуҫи: „Мӗн тӑвам-ши? Юратнӑ ывӑлӑма ярса пӑхам-ха, тен, ӑна курсан, вӑтанӗҫ“, – тенӗ. 14 Анчах та пахчаҫӑсем, хуҫа ывӑлне курсан: „Ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла, атьӑр ӑна вӗлерер те тивӗҫлӗ еткерне хамӑр илер“, – тесе шут тунӑ. 15 Вӗсем вара ӑна пахчаран илсе тухнӑ та вӗлернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пахча хуҫи вӗсене мӗн тӑвӗ? 16 Вӑл килсе ҫав пахчаҫӑсене вӗлерттерӗ те пахчине урӑххисене парӗ». Ҫак ытарлӑха итлекенсем вара: «Ун пек ан пултӑрах!» – тенӗ. 17 Анчах та Иисус вӗсене тинкерсе пӑхнӑ та: «„Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ“, – тесе ҫырни мӗне пӗлтерет? 18 Ҫав чул ҫине ӳкекен арканӗ. Чулӗ хӑй кам ҫине ӳкӗ, ӑна лапчӑтса пӑрахӗ», – тенӗ. 19 Вара аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем ҫак ытарлӑха хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнтах вӗсем Иисуса ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах та халӑхран хӑранӑ.
Рим патшине тӳлемелли налук
(Мф. 22:15-22; Мк. 12:13-17)
20 Вӗсем Ӑна сӑнасах тӑнӑ. Пуҫлӑхсен, влаҫсен аллине тытса памашкӑн Иисус каланинче айӑпламалли сӑлтав тупас тесе Ун патне вӗсем ырӑ пуланҫи чее ҫынсене янӑ. 21 Лешсем вара Иисусран ыйтнӑ: «Вӗрентекен! Эсӗ тӗрӗс каланине, тӗрӗс вӗрентнине тата ҫынна вӑл кам пулнине кура хакламаннине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ, чӑнах та, Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентетӗн. 22 Эппин каласамччӗ: эпир Рим патшине налук пани тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и?» 23 Иисус вара, вӗсен чеелӗхне пӗлсе тӑрса: «Мӗн эсир Мана илӗртсе тӗрӗслетӗр? – тенӗ. 24 – Укҫӑра кӑтартӑр-ха Мана. Ун ҫине кам сӑнне ҫаптарнӑ, кам ятне ҫырнӑ?» Вӗсем Ӑна хирӗҫ: «Патшанне», – тесе тавӑрнӑ. 25 Иисус вӗсене каланӑ: «Эппин патшанне патшана парӑр, Туррӑнне – Турра». 26 Ҫапла вӗсем Иисус ҫын ҫинче каланӑ сӑмахӗнче айӑп тупайман, Унӑн хуравӗнчен тӗлӗнсе шӑпланнӑ.
Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен ыйтни
(Мф. 22:23-33; Мк. 12:18-27)
27 Кайран Иисус патне вилнисем чӗрӗлессине ӗненмен саддукейсенчен хӑшӗ-пӗрисем пырса ҫапла ыйтнӑ: 28 «Вӗрентекен, Моисей пирӗн валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: „Камӑн та пулин авланнӑ пиччӗшӗ ача-пӑчасӑр вилсен, шӑллӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, пиччӗшӗн йӑхне тӑстӑр“. 29 Пӗр кил-йышра ҫичӗ пӗртӑванччӗ. Асли авланчӗ те ача-пӑча хӑвармасӑрах вилчӗ. 30 Вара ун арӑмне иккӗмӗшӗ качча илчӗ, вӑл та ача-пӑча хӑвармасӑр вилчӗ. 31 Унтан ҫав хӗрарӑмпа виҫҫӗмӗшӗ пӗрлешрӗ. Ҫапла ҫичӗ тӑванӗ те ӑна качча илчӗҫ, анчах пурте ачаллӑ пулаймасӑрах вилчӗҫ. 32 Пуринчен кайран хӗрарӑмӗ те вилчӗ. 33 Ӗнтӗ вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ? Ҫиччӗшӗ те унпа пурӑннӑ-ҫке-ха».
34 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Ҫак пурӑнӑҫра пурӑнакансем авланаҫҫӗ те, качча та каяҫҫӗ. 35 Анчах та лери пурӑнӑҫра вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма тивӗҫлӗ пулнисем авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ. 36 Вӗсем ӗнтӗ, чӗрӗлсе тӑма тивӗҫлӗ пулнисем – Турӑ ачисем, ангелсемпе танах вилӗмсӗр. 37 Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки вара Моисей кӗнекинче ҫунса тӑракан тӗмӗ ҫинчен каланӑ вырӑн пур. Хуҫамӑр унта ӑна: „Эпӗ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – тенӗ. 38 Турӑ вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри. Уншӑн пурте чӗрӗ». 39 Вара хӑш-пӗр саккун вӗрентӳҫисем Ӑна хирӗҫ: «Вӗрентекен, Эсӗ аван каларӑн», – тенӗ.
40 Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗри те Иисуса ыйтусем пама хӑяйман.
Турӑ Суйласа илни кам йӑхӗнчен пулмалла?
(Мф. 22:41-46; Мк. 12:35-37)
Иисус вара вӗсенчен ыйтнӑ: 41 «Епле-ха тата Турӑ Суйласа илни Давид йӑхӗнчен пулмалла теҫҫӗ? 42 Давид хӑй вара псалом кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: „Хуҫамӑр манӑн Хуҫама каланӑ: Эпӗ Сан тӑшманусене Санӑн уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче, хисеплӗ вырӑнта лар“. 44 Ҫапла вара, Давид Ӑна Хуҫам тет. Эппин епле-ха Вӑл унӑн йӑхӗнчен пулма пултарать?»
Саккун вӗрентӳҫисенчен асӑрхаттарни
(Мф. 23:1-36; Мк. 12:38-40; Лк. 11:37-54)
45 Пӗтӗм халӑх Иисус сӑмахне итлесе тӑнӑ чухне Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: 46 «Саккун вӗрентӳҫисенчен сыхланӑр. Вӗсем вӑрӑм тумтирпе саркаланса ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑйсене саламланине килӗштереҫҫӗ; синагогӑра малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ. 47 Ҫавсем ӗнтӗ тӑлӑх арӑмсене кил-ҫуртсӑр хӑвараҫҫӗ тата ҫын умӗнче юриех нумайччен кӗлтӑваҫҫӗ. Вӗсене ыттисенчен те йывӑртарах айӑплав пулӗ».
21Тӑлӑх арӑмӑн икӗ вак укҫи
(Мк. 12:41-44)
1 Унтан Иисус ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та Турӑ Ҫуртӗнчи парне арчине пуянсем хӑйсен укҫине янине курнӑ. 2 Пӗр чухӑн тӑлӑх арӑм та пырса икӗ лептӑлӑх вак укҫа хунӑ. 3 Ҫавна курсан Иисус каланӑ: «Чӑннипех те, ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм пуринчен те ытларах хучӗ. 4 Мӗншӗн тесен пурте ытлашшине Турра парне пачӗҫ. Ку вара хӑйне тӑранса пурӑнмалӑх юлашки пур-ҫук укҫине пӗтӗмпех хучӗ».
Турӑ Ҫуртне аркатасси ҫинчен
(Мф. 24:1-2; Мк. 13:1-2)
5 Иисусӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем Турӑ Ҫурчӗ ҫинчен: «Вӑл епле капмар! Ӑна хаклӑ чулсемпе, Турра парнеленӗ япаласемпе илемлетнӗ», – тесе калаҫнӑ. Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене каланӑ: 6 «Вӑхӑт ҫитӗ, эсир ҫакӑнта куракан ҫуртсене пӗтӗмпех аркатӗҫ, чул ҫинче чул та юлмӗ».
7 «Вӗрентекен, вӑл хӑҫан пулӗ? Ҫавӑ пуласса мӗнле паллӑ тӑрӑх пӗлмелле?» – тесе ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем. 8 Иисус вара ҫапла каланӑ: «Хӑвӑра илӗртсе улталасран асӑрханӑр, мӗншӗн тесен нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗҫ те: „Эпӗ – Христос!“ – тейӗҫ. „Ӗнтӗ вӑхӑт пӗтесси ҫывӑх!“ – тейӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр. 9 Вӑрҫӑсем ҫинчен, халӑх пӑлханни ҫинчен илтсен хӑраса ан ӳкӗр. Ҫавӑ малтан пулмалла, анчах ун хыҫҫӑн та тӳрех вӑхӑт пӗтмӗ-ха». 10 Иисус татах каланӑ: «Халӑх ҫине халӑх тапӑнӗ, патшалӑх ҫине патшалӑх вӑрҫӑпа тухӗ; 11 вырӑнӑн-вырӑнӑн питӗ хытӑ ҫӗр чӗтреннисем, выҫлӑх ҫулсем тата вӗлерекен чир-чӗрсем пулӗҫ. Тӳпере хӑрушӑ пулӑмсемпе аслӑ паллӑсем курӑнӗҫ.
12 Ҫаксем пурте пуличчен, малтан, Ман ятӑмшӑн сирӗн ҫине алӑ ҫӗклӗҫ, синагогӑсемпе тӗрмесене тытса парса хӗсӗрлӗҫ, пуҫлӑхсемпе патшасем умне илсе пырса тӑратӗҫ. 13 Ҫакӑ йӑлтах Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн пулӗ. 14 Ҫакна чӗре варне хурӑр: мӗн тавӑрса калас-ши тесе малтанах ан кулянӑр, 15 мӗншӗн тесен Эпӗ сирӗн чӗлхе-ҫӑварӑра ӑслӑлӑх парӑп. Тӑшманӑрсенчен пӗри те сире хирӗҫ сӑмах тупса калаймӗ, сире хирӗҫ тӑраймӗ. 16 Тата сире аҫӑр-аннӗрсем те, тӑванӑрсем те, хурӑнташӑрсем те, тусӑрсем те сутӗҫ, сиртен хӑшне-пӗрне вӗлерӗҫ. 17 Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ. 18 Анчах та сирӗн пуҫӑр ҫинчи пӗр ҫӳҫ пӗрчине пӗтерни те Турӑ ӗҫӗшӗн усӑсӑр пулмӗ. 19 Чӑтӑмлӑ пулнипе чунӑрсене ҫӑлса хӑварӑр».
Иерусалима аркатасси ҫинчен
(Мф. 24:15-21; Мк. 13:14-19)
20 «Иерусалима йӗри-тавра ҫар хупӑрласа илнине курсан, вара унӑн юхӑнса тӑрас вӑхӑчӗ ҫывхарнине пӗлӗр! 21 Иудея халӑхӗ ун чухне тусем ҫине тартӑр, Иерусалимри ҫынсем хӑвӑртрах хуларан тухчӑр, хула таврашӗнчисем хулана ан кӗччӗр. 22 Мӗншӗн тесен ҫак кунсем – тавӑру кунӗсем, вӗсем пирки Ҫырнинче мӗн калани йӑлтах пурнӑҫланӗ. 23 Ҫав кунсенче йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене, кӑкӑр ҫитерекен амӑшӗсене хуйхӑ пулӗ. Ҫӗр ҫине пысӑк асаплӑх килӗ, ҫак халӑха Турӑ ҫилли ҫитӗ. 24 Пӗрисене хӗҫпе вӗлерӗҫ, теприсене тӗрлӗрен урӑх халӑх хушшине тыткӑна илсе кайӗҫ. Иерусалима ют халӑхсем хӑйсен вӑхӑчӗ иртичченех таптӗҫ».
Христос тепӗр хут килесси
(Мф. 24:29-31; Мк. 13:24-27)
25 «Хӗвелпе уйӑх ҫинчи, ҫӑлтӑрсем ҫинчи пулӑмсем хӑрушӑ паллӑсем пулӗҫ. Ҫӗр ҫинчи халӑхсем хуйха ӳкӗҫ, ӑнран кайӗҫ. Тинӗс шавласа, кӗрлесе тӑрӗ. 26 Тӳпери вӑй-хӑватсем кисренӗҫ. Ҫавӑнпа та, тӗнчене килес асапсене кӗтсе, ҫынсем вилесле сехӗрленсе ӳкӗҫ. 27 Вара тӳпери пӗлӗт ҫинче аслӑран та аслӑ мухтавпа тата хӑватпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ. 28 Ҫаксем пула пуҫласан пуҫӑрсене усас вырӑнне ҫӗклӗр, мӗншӗн тесен сирӗн ҫӑлӑнас вӑхӑтӑр ҫывхарать».
Смоква йывӑҫҫипе танлаштарни
(Мф. 24:32-35; Мк. 13:28-31)
29 Унтан Иисус вӗсене ытарлӑх каласа панӑ: «Смоква йывӑҫҫи ҫине, ытти мӗн пур йывӑҫсем ҫине пӑхӑр-ха. 30 Вӗсем ҫулҫӑ кӑлара пуҫласан эсир ҫу ҫывхарса килнине пӗлетӗр. 31 Ҫавӑн пекех, ҫаксем пула пуҫланине курсан, Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑххине пӗлӗр. 32 Чӑн калатӑп сире: ҫаксем пурте ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗҫ. 33 Ҫӗрпе пӗлӗт те пӗтӗ, Ман сӑмахӑмсенчен пӗри те пӗтмӗ».
Сыхӑ тӑма чӗнни
34 «Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ҫиесшӗн, ӗҫсе ӳсӗрӗлесшӗн ҫӑткӑнланса ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхипе кӑмӑлӑрсене ан хуҫӑр. Ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен ан пултӑр, 35 мӗншӗн тесен ҫав кун пӗтӗм ҫӗр пичӗ ҫинче пурӑнакансене тетеле ҫаклатнӑ пек ҫаклатӗ. 36 Ҫавӑнпа ӗнтӗ яланах сыхӑ тӑрӑр, ҫав килес асапсенчен хӑтӑлма вӑй-хал ыйтса кӗлтӑвӑр, Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр».
37 Кӑнтӑрла Иисус Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ, каҫхине хуларан тухса Елеон ятлӑ ту ҫинче ҫӗр каҫнӑ. 38 Вӑл вӗрентнине итлеме пӗтӗм халӑх куллен ир-ирех Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ.
22Иисуса хирӗҫ тунӑ кавар
(Мф. 26:1-5, 14-16; Мк. 14:1-2, 10-11; Ин. 11:45-53)
1 Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ, пасха текен уяв, ҫывхарса килнӗ. 2 Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем, халӑхран хӑранипе, Иисуса вӗлерме вӑрттӑн май шыранӑ. 3 Вун иккӗшӗнчен пӗрин, Искариот текен Иудӑн, ӑшне шуйттан кӗнӗ. 4 Вӑл вара кайнӑ та Иисуса мӗнле тытса парасси ҫинчен аслӑ священниксемпе, пуҫлӑхсемпе канаш тунӑ. 5 Лешсем савӑннипе ӑна укҫа пама пулнӑ. 6 Вара Иуда, вӗсемпе килӗшсе татӑлсан, Иисуса халӑхран вӑрттӑн тытса пама меллӗ вӑхӑт шыранӑ.
Пасха апачӗ тума хатӗрленни
(Мф. 26:17-25; Мк. 14:12-21; Ин. 13:21-30)
7 Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ ҫитнӗ. Ҫавӑн чухне пасха валли путек пусмалла пулнӑ. 8 Иисус вара Петрпа Иоана ҫапла каласа янӑ: «Кайӑр та хамӑр валли пасха апачӗ хатӗрлесе хурӑр». 9 «Эсӗ пире ӑҫта хатӗрлеме хушатӑн?» – тесе ыйтнӑ Унран вӗсем. 10 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир хулана пырса кӗнӗ чух кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан ҫынна тӗл пулӑр. Вара ун хыҫӗнчен кайӑр та вӑл кӗрекен ҫурта кӗрӗр. 11 Унтан кил хуҫине калӑр: „Вӗрентекен санран ыйтать: Манӑн пасха апатне вӗренекенӗмсемпе пӗрле хӑш пӳлӗмре ҫимелле пулать?“ 12 Вӑл сире янтӑласа хунӑ пысӑк та хӑтлӑ пӳлӗм кӑтартӗ, ҫавӑнта хатӗрлӗр». 13 Петрпа Иоанн хулана кайсан пӗтӗмпех Иисус каланӑ пек пулса иртнӗ. Унтан вӗсем пасха апачӗ хатӗрлесе хунӑ.
Аслӑ каҫхи апат
(Мф. 26:26-30; Мк. 14:22-26; 1 Кор. 11:23-25)
14 Вӑхӑт ҫитсен Иисус вун икӗ апостолӗпе пӗрле сӗтел хушшине ларнӑ. 15 Унтан вӗсене ҫапла каланӑ: «Пасха апачӗ Турӑ Патшалӑхӗнче пулса ҫитмесӗр те Эпӗ ӑна урӑх ҫиеймӗп, ҫавӑнпа калатӑп та сире: асап куриччен малтан Манӑн ӑна питӗ сирӗнпе ларса ҫиес килет». 17 Вара Иисус курка илсе Турра тав тунӑ та каланӑ: «Ҫакна илӗр те кашниех ӗҫсе парӑр. 18 Калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхӗ килмесӗр те Эпӗ ӗнтӗ иҫӗм ҫырли эрехне ӗҫеймӗп». 19 Вӑл тата ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та, вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса, каланӑ: «Ҫакӑ – сирӗншӗн паракан Манӑн Ӳтӗм. Малашне те Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр». 20 Каҫхи апат хыҫҫӑн, ҫавнашкалах, Иисус курка илсе каланӑ: «Ҫак курка – сирӗншӗн юхакан Юнӑмпа ҫирӗплетнӗ Ҫӗнӗ Халал. 21 Акӑ ӗнтӗ Мана сутакан та Манпа пӗрле ҫак сӗтел хушшинчех ларать. 22 Этем Ывӑлӗн малтанах палӑртнӑ ҫулне утса тухмаллах, анчах та Ӑна тытса паракана хуйхӑ пулӗ».
23 Вӗренекенӗсем вара пӗр-пӗринчен ыйтса: «Пирӗн хушшӑмӑртан кам тытса пама пултарӗ-ши?» – тесе калаҫнӑ.
Тарҫӑ пек пулӑр
24 Ҫавӑнтах тата вӗсем хӑйсем хушшинче хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашма тытӑннӑ. 25 Иисус вӗсене каланӑ: «Патшасем халӑхпа хуҫаланаҫҫӗ, халӑхпа пуҫ пулакансене „ырӑ хуҫам“ теҫҫӗ. 26 Эсир унашкал ан пулӑр. Сирӗн хушшӑрта асли кӗҫӗнни пек пултӑр, хуҫи те тарҫӑ пек пултӑр. 27 Хӑшӗ аслӑ: кӗрекере лараканни-и е ӗҫлесе тӑракан тарҫи? Кӗрекере лараканни мар-и вара? Анчах та акӑ Эпӗ сирӗн хушшӑрта тарҫӑ пек пултӑм. 28 Мана йывӑр чухне эсир Манпа пӗрле пултӑр. 29 Ман Патшалӑхӑмра кӗрекере ӗҫсе ҫиччӗр тесе, Израилӗн вун икӗ ӑрӑвӗн тӳри пулма престол ҫине ларччӑр тесе Аттем Мана Патшалӑх парса хӑварнӑ пекех, Эпӗ те сире Патшалӑх шанса парса хӑваратӑп».
Петр тунасса Иисус малтанах калани
(Мф. 26:31-35; Мк. 14:27-31; Ин. 13:36-38)
31 Иисус вара каланӑ: «Эх, Симон, Симон! Акӑ ӗнтӗ шуйттан сире тулӑ алланӑ пек аллама ирӗк ыйтса илчӗ. 32 Анчах та ӗненӗвӳ ан чактӑр тесе Эпӗ саншӑн кӗлтурӑм. Эсӗ те кайран, ху тӗрексӗр пулнӑшӑн ӳкӗнсен, тӑванусене тӗреклӗх пар». 33 «Хуҫамӑр, эпӗ Санпа пӗрле тӗрмене ларма та, вилме те хатӗр!» – тенӗ Ӑна Петр. 34 «Петр, сана калатӑп: кӗҫӗр, автан авӑтичченех, эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн», – тенӗ ӑна Иисус.
35 Унтан вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: «Эпӗ сире укҫа енчӗкӗсӗр, хутаҫсӑр, пушмаксӑр янӑ чух сирӗн мӗн те пулин ҫитменни пулчӗ-и?» Лешсем Ӑна хирӗҫ: «Ҫитменни нимӗн те пулмарӗ!» – тенӗ. 36 Иисус вӗсене каланӑ: «Халӗ ӗнтӗ укҫа енчӗкӗ пуррисем ӑна илччӗр, хутаҫне те илччӗр. Камӑн хӗҫ ҫук, вӑл тумтирне сутса хӗҫ илтӗр. 37 Мӗншӗн тесен Ҫырнинче: „Ӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртӗҫ“ тесе калани Манпа пурнӑҫланмаллах, ҫакӑ часах пулса иртмелле». 38 «Хуҫамӑр! Акӑ кунта икӗ хӗҫ пур», – тенӗ вӗсем. «Ҫитет», – тенӗ Вӑл вӗренекенӗсене.
Елеон тӑвӗ ҫинче кӗлтуни
(Мф. 26:36-46; Мк. 14:32-42)
39 Унтан тухсан Иисус хӑнӑхнӑ йӑлипе Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ. Унпа пӗрле вӗренекенӗсем те пынӑ. 40 Вырӑна ҫитсен Иисус вӗсене каланӑ: «Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе кӗлтӑвӑр». 41 Хӑй вара вӗсем патӗнчен пӗр вӑтӑр утӑма кайнӑ та чӗркуҫленсе ларса 42 ҫапла кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Кӑмӑлу пулсан, ҫак асап куркине Манран ирттерсе ярсамччӗ. Ҫапах та Ман ирӗк мар, Санӑн ирӗкӳ пултӑр». 43 Вара тӳперен ангел курӑнса Ӑна вӑй-хӑват панӑ. 44 Пӑлхана-пӑлхана Иисус тата хытӑрах кӗлтунӑ. Унӑн тарӗ ҫӗре юн пек тумланӑ. 45 Кӗлтунӑ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсем патне пынӑ та лешсем куляна-куляна ҫывӑрсах кайнине курнӑ. 46 «Эсир мӗншӗн ҫывӑратӑр? Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе, тӑрса кӗлтӑвӑр», – тенӗ вӗсене Иисус.
Иисуса тытни
(Мф. 26:47-56; Мк. 14:43-50; Ин. 18:3-11)
47 Иисус ҫапла каласа тӑнӑ чух унта пӗр ушкӑн халӑх пырса ҫитнӗ. Вӗсен умӗнче Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда ятли, пынӑ. Вӑл Иисуса чуптума Ун умне пырса тӑнӑ, мӗншӗн тесен Иуда лешсене: «Эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ Иисус пулӗ», – тесе паллӑ пама пулнӑ . 48 Иисус вара ӑна каланӑ: «Иуда, Этем Ывӑлне чуптусах тытса паратӑн-и?»
49 Иисуспа пӗрле пулнисем, ӗҫ-пуҫ епле кайнине курсан: «Хуҫамӑр, хӗҫсене кӑларар мар-и?» – тенӗ Ӑна. 50 Вӗсенчен пӗри аслӑ священникӑн чурине хӗҫпе сулса янӑ та унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ. 51 Иисус вӗсене каланӑ: «Чарӑнӑр, ҫитӗ!» Унтан Вӑл ҫав тарҫӑ хӑлхине сӗртӗнсе сыватнӑ. 52 Хӑйне тытма пынӑ аслӑ священниксене, Турӑ Ҫурчӗн хурал пуҫлӑхӗсене, ятлӑ-сумлӑ ҫынсене Иисус ҫапла каланӑ: «Эсир Мана тытма, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе килтӗр. 53 Эпӗ кашни кун сирӗнпе пӗрле Турӑ Ҫуртӗнче пултӑм, эсир ун чух Мана тӗкӗнмерӗр. Халӗ ӗнтӗ тӗттӗмлӗх хуҫаланать, ку – сирӗн вӑхӑтӑр».
Петр Иисуса пӗлмӗш пулни
(Мф. 26:57-58, 69-75; Мк. 14:53-54, 66-72; Ин. 18:12-18, 25-27)
54 Вӗсем Иисуса ярса тытнӑ та аслӑ священник ҫуртне илсе кайнӑ. Петр вӗсем хыҫҫӑн чылай каярахра утса пынӑ. 55 Ҫынсем картиш варринче кӑвайт хурса пурте йӗри-тавра пухӑнсан, вӗсен хушшине Петр та пырса ларнӑ. 56 Пӗр хӗрарӑм тарҫӑ, Петр кӑвайт умӗнче ларнине курсан, ун ҫине тинкерсе пӑхса каланӑ: «Ку ҫын та Унпа пӗрлеччӗ». 57 Анчах та Петр, Иисусран тунса, ҫав хӗрарӑма: «Эпӗ Ӑна пӗлместӗп», – тесе тавӑрнӑ. 58 Кӑштахран тепри ӑна асӑрханӑ та: «Эсӗ те ҫав ушкӑнранахчӗ», – тенӗ. Петр ҫав ҫынна та: «Ҫук, ҫук!» – тенӗ. 59 Сехете яхӑн вӑхӑт иртсен татах тепри ҫине тӑрсах: «Чӑнах, ку та Унпа пӗрлеччӗ, ку Галилея ҫынни», – тенӗ. 60 «Эсӗ тем калаҫатӑн, пӗлместӗп», – тенӗ Петр ӑна хирӗҫ. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах сасартӑк автан авӑтса янӑ. 61 Хуҫамӑр ҫавӑрӑнса Петр ҫине тинкерсе пӑхнӑ. Петр вара Хуҫамӑр сӑмахӗсене: «Автан авӑтичченех эсӗ Мана виҫӗ хут пӗлмӗш пулӑн», – тенине аса илнӗ.
62 Унтан Петр картишӗнчен тухнӑ та татӑлсах йӗнӗ.
Иисусран мӑшкӑлласа кулни
(Мф. 26:67-68; Мк. 14:65)
63 Иисуса хураллакан салтаксем Унран ҫав тери мӑшкӑлласа кулнӑ, хӗнесе пӗтернӗ. 64 Вӗсем Унӑн куҫне хупласа питрен ҫупа-ҫупа ярса ыйтнӑ: «Эсӗ пророк пулсан, кала, кам ҫапрӗ Сана?» 65 Ӑна урӑх сӑмахсем каласа та нумай хур тунӑ.
Иисуса синедриона илсе пыни
(Мф. 26:59-66; Мк. 14:55-64; Ин. 18:19-24)
66 Тул ҫутӑлсанах халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Иисуса синедрион канашӗ умне тӑратса: 67 «Каласам пире: Эсӗ Турӑ Суйласа илни-и? Христос-и?» – тенӗ. «Эпӗ сире каласан та, эсир Мана ӗненмӗр, – тавӑрнӑ Иисус. 68 – Хӑвӑртан ыйтсан та эсир Мана хирӗҫ тавӑрса каламӑр, Мана ирӗке те ямӑр. 69 Паянтан пуҫласа, малашлӑхра, Этем Ывӑлӗ хӑватлӑ Туррӑн сылтӑм енне ларӗ». 70 Вара пурте: «Апла Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ-и?» – тесе ыйтма пуҫланӑ. Иисус хуравланӑ: «Вӑл Эпӗ тесе эсир каларӑр». 71 Лешсем вара: «Ун айӑпне кӑтартни мӗн тума кирлӗ тата пире? Ӗнтӗ Унӑн сӑмахӗсене хамӑр хӑлхапа хамӑрах илтрӗмӗр!» – тенӗ.
23Иисус Пилат патӗнче
(Мф. 27:1-2, 11-14; Мк. 15:1-5; Ин. 18:28-38)
1 Унтан синедрион канашӗнчисем пӗтӗм йышӗпех пурте тӑнӑ та Иисуса Пилат патне илсе кайнӑ. 2 Вара Ӑна ҫапла айӑплама пуҫланӑ: «Ку Ҫын пирӗн халӑха пӑлхатса ҫӳрет. Хӑйне Христос Патша тесе императора налук тӳлеме хушмасть!» 3 Пилат Иисусран ыйтнӑ: «Эсӗ Иудея Патши-и?» Иисус ӑна хирӗҫ: «Эсӗ ху ҫапла каларӑн», – тенӗ. 4 Пилат вара аслӑ священниксене те, халӑха та каланӑ: «Ку Ҫынна айӑплама эпӗ нимӗнле сӑлтав та курмастӑп». 5 Анчах лешсем ҫине тӑрса хистенӗ: «Галилейӑран пуҫласах Вӑл пӗтӗм Иудея тӑрӑх Хӑйӗн вӗрентӗвӗпе халӑха пӑлхатса ҫӳрет. Акӑ, халӗ кунта килчӗ!» – тенӗ.
Иисуса Ирод патне яни
6 Галилея тенине илтсен Пилат: «Вӑл Галилея ҫынни-им?» – тесе ыйтнӑ. 7 Иисус хайхи Ирод тытса тӑракан ҫӗр-шывран пулнине пӗлсен, Пилат Ӑна шӑпах ҫав вӑхӑтра Иерусалима пынӑ Ирод патша патне янӑ. 8 Иисуса курсан Ирод питӗ савӑннӑ, мӗншӗн тесен вӑл Ӑна унчченех курасшӑн пулнӑ. Иисус тунӑ ӗҫсем ҫинчен Ирод нумай илтнӗ, ҫавӑнпа Унран мӗнле те пулин хӑват курма ӗмӗтленнӗ. 9 Ирод Ӑна тӗрлӗрен ыйтусем панӑ, анчах Иисус хирӗҫ нимӗн те тавӑрса каламан. 10 Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем вара Иисуса хыттӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра айӑпласа тӑнӑ. 11 Анчах та Ирод, салтакӗсемпе пӗрле, Унран тӑраничченех мӑшкӑлласа кулнӑ та Ӑна патшалла ҫутӑ тум тӑхӑнтартса Пилат патне каялла янӑ. 12 Малтан пӗр-пӗринпе хирӗҫсе пурӑннӑ Пилатпа Ирод ҫав кун туслашса кайнӑ.
Иисуса вӗлерме ыйтни
(Мф. 27:15-26; Мк. 15:6-15; Ин. 18:39–19:16)
13 Унтан Пилат аслӑ священниксене, пуҫлӑхсене, халӑха чӗнсе пуҫтарнӑ та 14 вӗсене каланӑ: «Ку Ҫынна эсир ман пата халӑха пӑтратакан тесе тытса килтӗр. Акӑ, эпӗ сирӗн умӑртах тӗпчерӗм, анчах та эсир айӑпланине ҫирӗплетекен пӗр сӑлтав та тупмарӑм. 15 Ирод хӑй те ҫак Ҫынна вӗлермеллех айӑплама нимӗнле сӑлтав та тупайман. Эпӗ Ӑна ун патне янӑччӗ. 16 Ҫавӑнпа эпӗ Ӑна чӗн пушӑпа хӗнеттерем те кӑларса ярам». 17 Пилатӑн пасха уявӗ ячӗпе тӗрмере ларакансенчен пӗрне халӑх ыйтнипе кӑларса ямалла пулнӑ . 18 Вара пӗтӗм халӑх: «Иисуса вӗлерттер! Эпир Вараввӑна ирӗке кӑларттарасшӑн!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ. 19 Вараввӑна хула халӑхне пӑлхатнӑшӑн, ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмене хупса лартнӑ пулнӑ. 20 Пилат, Иисуса кӑларса ярасшӑн пулса, каллех халӑха чӗнсе каланӑ. 21 Анчах та лешсем: «Пӑталаттар Ӑна! Пӑталаттар!» – тесе кӑшкӑрнӑ. 22 Пилат вӗсене виҫҫӗмӗш хут каланӑ: «Мӗн усалли тунӑ вара Вӑл? Ку Ҫынна вӗлерме эпӗ нимӗнле сӑлтав та тупмарӑм, ҫавӑнпа ӗнтӗ Ӑна хӗнеттерем те кӑларса ярам», – тенӗ. 23 Анчах та вӗсем хыттӑн кӑшкӑрса, ҫине тӑрсах Иисуса пӑталаттарма ыйтнӑ. Ҫапла кӑшкӑрса-хистесе халӑхпа аслӑ священниксем ҫиеле тухнӑ. 24 Пилат вара вӗсем ыйтнине тивӗҫтерес тенӗ. 25 Вӑл пӑлхав ҫӗкленӗшӗн тата ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмене хупнӑ Вараввӑна вӗсем ыйтнипе ирӗке кӑларса янӑ, Иисуса вара вӗсен аллине панӑ.
Иисус Христоса пӑталани
(Мф. 27:32-44; Мк. 15:21-32; Ин. 19:17-27)
26 Ӑна илсе кайнӑ чух салтаксем хиртен тавӑрӑнакан Киринея ҫыннине, Симона, ярса тытнӑ та, хӗрес йӑттарса, Иисус хыҫҫӑн ҫӗклесе пыма хушнӑ. 27 Иисус хыҫӗнчен ҫынсем нумаййӑн пынӑ, хӗрарӑмсем те Уншӑн кӑшкӑрса йӗрсе утнӑ. 28 Иисус вӗсем енне ҫавӑрӑнса каланӑ: «Эй, Иерусалим хӗрӗсем! Маншӑн мар, хӑвӑршӑн тата ачӑрсемшӗн хуйхӑрса макӑрӑр. 29 Акӑ вӑхӑт ҫитӗ, ун чухне ҫынсем: „Ача туман арӑмсем, ҫуратманнисем, кӑкӑр ҫитерменнисем телейлӗ!“ – тесе калӗҫ. 30 Ҫавӑн чух вӗсем тусене калӗҫ: „Пирӗн ҫине ӳкӗр!“ Сӑртсене те: „Пире хупласа хурӑр!“ – теме пуҫлӗҫ. 31 Ешерсе ларакан йывӑҫа ҫапла тӑваҫҫӗ пулсан, апла хӑрӑккине мӗн пулӗ?»
32 Иисуспа пӗрле тата икӗ вӑрӑ-хураха вӗлерме илсе пынӑ. 33 «Пуҫ купташки» текен вырӑна ҫитсен Иисуса та, икӗ вӑрӑ-хурахне те хӗрессем ҫумне пӑталанӑ. Пӗрне – Унӑн сылтӑм енне, теприне сулахай енне пӑталаса хунӑ. 34 Иисус каланӑ: «Эй, Аттем, каҫар вӗсене! Вӗсем хӑйсем мӗн тунине те пӗлмеҫҫӗ». Иисуса пӑталанӑ салтаксем вара Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ. 35 Халӑх пӑхса тӑнӑ. Пуҫлӑхсем те халӑхпа пӗрле Иисусран тӑрӑхласа кулнӑ: «Ыттисене ҫӑлатчӗ! Вӑл Турӑ Суйласа илни, Христос пулсан, Хӑйне Хӑй ҫӑлтӑр», – тенӗ. 36 Салтаксем те, пыра-пыра, Ӑна хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех парса, Унран мӑшкӑлласа 37 ҫапла каланӑ: «Эсӗ Иудея Патши пулсан, Хӑвна Ху ҫӑл ӗнтӗ!» 38 Унӑн пуҫӗ тӗлне: «Ҫакӑ – Иудея Патши», – тесе грекла, латинла, еврейла ҫырса ҫапнӑ.
39 Хӗрес ҫумне пӑталанӑ вӑрӑ-хурахсенчен пӗри Иисуса мӑшкӑлласа: «Эсӗ Христос пулсан, Хӑвна та, пире те ҫӑл!» – тенӗ. 40 Тепри вара, пачах урӑхла, ӑна чарса каланӑ: «Эсӗ Турӑран хӑрамастӑн-и-мӗн? Хӑвна та вӗлерме суд тунӑ-ҫке. 41 Пире тӗрӗсех айӑпланӑ, ӗҫӗмӗрсемшӗн эпир вилӗме тивӗҫлӗ. Вӑл вара нимӗнле усал ӗҫ те туман». 42 Унтан вӑл Иисуса: «Хуҫамӑр, Хӑвӑн Патшалӑху ҫитсен аса илсем мана», – тенӗ. 43 Иисус ӑна каланӑ: «Чӑн калатӑп сана, паянах эсӗ Манпа пӗрле райра пулӑн».
Иисус Христос вилӗмӗ
(Мф. 27:45-56; Мк. 15:33-41; Ин. 19:28-30)
44 Кӑнтӑрла, вун икӗ сехетрен пуҫласа виҫӗ сехетсенелле, пӗтӗм ҫӗр ҫинче сӗм тӗттӗм пулса ларнӑ. Хӗвел тӗттӗмленнӗ. Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав та ҫурмалла ҫурӑлса аннӑ. 46 Иисус хытӑ кӑшкӑрса каланӑ: «Эй, Аттем! Сывлӑшӑма Санӑн аллуна паратӑп». Ҫапла каласанах Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.
47 Ҫӗрпӳ, ҫавӑнта мӗн пулнине курсан, Турра мухтаса каланӑ: «Ку, чӑнах та, тӳрӗ ҫын пулнӑ иккен!» 48 Пуҫтарӑннӑ халӑх та, мӗн пулса иртнине курсан, хӗрхеннипе пуҫӗсене усса килӗсене тавӑрӑннӑ. 49 Иисуса паллакансем тата Унпа пӗрле Галилейӑран пынӑ хӗрарӑмсем ҫавна аякран пӑхса тӑнӑ.
Иисус ӳтне тупӑклӑха хуни
(Мф. 27:57-61; Мк. 15:42-47; Ин. 19:38-42)
50 Иудейӑри Аримафея хулинче ҫуралса ӳснӗ пӗр Иосиф ятлӑ ҫын пулнӑ. Вӑл, тӳрӗ тата ырӑ кӑмӑллӑскер, иудейсен канашӗнче ларнӑ пулин те, канаш ӗҫӗпе те, йышӑнӑвӗпе те килӗшмен. Вӑл хӑй те Турӑ Патшалӑхне кӗтсе пурӑннӑ. 52 Иосиф, Пилат патне пырса, унран Иисус ӳтне пама ыйтнӑ. 53 Унтан Ӑна хӗрес ҫинчен антарса пирпе чӗркенӗ те чул ту хысакне алтса тунӑ тупӑклӑха хунӑ. Унччен кунта никама та пытарман пулнӑ. 54 Галилейӑран Иисуспа пӗрле пынӑ хӗрарӑмсем те Иосиф хыҫӗнчен кайнӑ, вӗсем Унӑн ӳтне тупӑклӑха епле хунине сӑнаса тӑнӑ. Ҫакӑ эрне кун пулса иртнӗ, шӑмат кун вара ӗҫлеме юраман, 56 ҫавӑнпа вӗсем килне тавӑрӑннӑ та ырӑ шӑршӑллӑ курӑксем тата сӗрмелли ҫусем хатӗрлесе хунӑ. Вара, саккуна пӑхӑнса, шӑмат кун каннӑ.
24Иисус Христос чӗрӗлсе тӑни
(Мф. 28:1-10; Мк. 16:1-8; Ин. 20:1-10)
1 Эрнен малтанхи кунӗнче, ирпе ирех, хатӗрлесе хунӑ ырӑ шӑршӑллӑ ҫӑвӗсене илсе хӗрарӑмсем тупӑклӑх патне пынӑ. Вӗсемпе пӗрле урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ. 2 Хайхисем ҫитнӗ те тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса куҫарса хунине асӑрханӑ. 3 Вара вӗсем тупӑклӑха кӗрсе пӑхнӑ, анчах унта Иисус Хуҫамӑрӑн ӳчӗ пулман. 4 Хӗрарӑмсем ним тума пӗлмесӗр тӗлӗнсе тӑнӑ чух, сасартӑк вӗсен умне ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ икӗ ҫын пырса тӑнӑ. 5 Хӗрарӑмсем питӗ хӑранипе ҫӗрелле пӑхса тӑнӑ чух вӗсем: «Эсир мӗншӗн Чӗрӗскере вилнисем хушшинче шыратӑр? – тенӗ. 6 – Иисус кунта ҫук, Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ! Астӑватӑр-и, Галилейӑра чухнех Вӑл сире: 7 „Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна хӗрес ҫумне пӑталӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ“, – тесе каланӑччӗ». 8 Вара хӗрарӑмсем Иисус сӑмахӗсене астуса илнӗ. 9 Вӗсем, тупӑклӑх патӗнчен тавӑрӑнсан, мӗн курнине пӗтӗмпех вун пӗр апостола тата ыттисене пурне те каланӑ. Ҫавӑн ҫинчен каласа кӑтартакансем – Мария Магдалина, Иоанна, Иаков амӑшӗ Мария; вӗсемпе пӗрле тата урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ. 11 Анчах вӗсем каласа пани апостолсене пустуй сӑмах пек туйӑннӑ, вӗсем хӗрарӑмсене ӗненмен.
12 Ҫапах та Петр тупӑклӑх патне чупса кайнӑ. Вӑл пӗшкӗнсе шалалла пӑхнӑ та унта выртакан пирсене ҫеҫ курнӑ. Вара мӗн пулнинчен тӗлӗнсе каялла тавӑрӑннӑ.
Еммауса каякан ҫул ҫинче
(Мк. 16:12-13)
13 Ҫав кунах икӗ вӗренекенӗ Иерусалимран вун пӗр ҫухрӑмсенелле ларакан Еммаус ятлӑ яла кайнӑ. 14 Ҫул ҫинче вӗсем иртнӗ кунсенче мӗн пулни ҫинчен калаҫса пынӑ. 15 Ҫапла вӗсем пӗр-пӗринпе сӑмахласа, тавлашкаласа пынӑ чухне Иисус Хӑй вӗсем патне ҫывхарнӑ та юнашар утнӑ. 16 Анчах вӗсен куҫӗсене ҫавӑн чухне улшу курмалла тунӑран вӗсем Иисуса паллайман. 17 «Эсир мӗн ҫинчен калаҫса пыратӑр, мӗншӗн питӗ салхуллӑ?» – тесе ыйтнӑ вӗсенчен Иисус. 18 Пӗри, Клеопа ятли, Ӑна ҫапла каланӑ: «Иерусалима килнӗ ҫынсенчен пӗр Эсӗ ҫеҫ ҫак кунсенче унта мӗн пулса иртнине пӗлместӗн пулӗ?» 19 «Мӗн пирки вара?» – тесе ыйтнӑ Иисус. «Назаретри Иисус пирки, – хуравланӑ лешсем. – Вӑл пророкчӗ, Турӑпа пӗтӗм халӑх умӗнче ӗҫӗпе те, сӑмахӗпе те хӑватлӑччӗ. 20 Пирӗн аслӑ священниксемпе пуҫлӑхсем вара Ӑна вӗлерме суд тумашкӑн тытса пачӗҫ те хӗрес ҫумне пӑталаттарчӗҫ. 21 Эпир вара Израиле хӑтараканни Ҫавӑ тесе ӗмӗтленеттӗмӗр. Ҫак ӗҫ пулнӑранпа икӗ кун та иртрӗ ӗнтӗ. 22 Ҫитменнине тата хамӑр хӗрарӑмсенчен хӑшӗ-пӗрисем пире тӗлӗнтерчӗҫ! Паян ирхине ирех вӗсем тупӑклӑх патне кайнӑ, 23 анчах та Унӑн ӳтне тупайман. Тавӑрӑнсан вӗсем хӑйсене ангелсем курӑнни ҫинчен каласа пачӗҫ. Ангелсем вӗсене Иисус чӗрех пулни ҫинчен пӗлтернӗ. 24 Вара хамӑр ҫынсем те тупӑклӑх патне кайса пӑхрӗҫ, хӗрарӑмсем каласа пани тӗрӗсех пулнӑ. Вӗсем унта Иисуса Хӑйне курман». 25 «Эх, тавҫӑрусӑр та мӑран чунлӑскерсем! – тенӗ вӗсене Иисус. – Пророксем малтанах каланине те ӗненме пултараймастӑр-ҫке. 26 Мухтавлӑран та мухтавлӑ пулма Христосӑн ҫак асапа курмалла марччӗ-им вара?» 27 Унтан Иисус вӗсене Моисейран пуҫласа пур пророксем те Ҫырнинче Хӑйӗн пирки мӗн каланине ӑнлантарса панӑ.
28 Вӗсем хӑйсем ҫитес ял патне ҫывхарнӑ. Иисус татах малалла кайма пуҫтарӑннӑ пек тусан, 29 вӗренекенӗсем Ӑна чарса: «Кун каҫалана сулӑнчӗ ӗнтӗ, атя, пирӗнпе юл», – тенӗ. Вара Иисус вӗсемпе пӗр пӳрте кӗнӗ. 30 Ҫиме ларсан Вӑл ҫӑкӑр илсе пилленӗ те вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ. 31 Тинех вӗсен куҫӗсем уҫӑлнӑ, тинех вӗсем Ӑна палласа илнӗ, анчах та Иисус вӗсен куҫне курӑнми пулнӑ. 32 Вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «Вӑл ҫул ҫинче пирӗнпе калаҫса, Ҫырнине ӑнлантарса пынӑ чух пирӗн чӗресем хавхаланса ҫунмарӗҫ-и вара?»
33 Икӗ вӗренекенӗ ҫавӑнтах тӑнӑ та Иерусалима каялла тавӑрӑннӑ. Унта вӗсем вун пӗр апостолпа ыттисем пӗрле пухӑннӑ ҫӗре пынӑ. 34 Вара пухӑннисем: «Хуҫамӑр чӑннипех чӗрӗлсе тӑнӑ! Вӑл Симона та курӑннӑ», – тенӗ. 35 Икӗ вӗренекенӗ ҫул ҫинче мӗн пулса иртнине тата ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа панинчен хӑйсем Иисуса епле палласа илнине каласа кӑтартнӑ.
Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус вӗренекенӗсене курӑнни
(Мф. 28:16-20; Мк. 16:14-18; Ин. 20:19-23; Ӗҫ-хӗл. 1:6-8)
36 Ҫапла калаҫса ларнӑ чух вӗсем Иисус хӑйсем хушшинче тӑнине курах кайнӑ. «Канӑҫлӑх пултӑр сире», – тенӗ Вӑл. 37 Вӗренекенӗсем ҫав тери хӑраса ӳкнӗ, куҫа темле сывлӑш курӑнать пулӗ тесе шухӑшланӑ. 38 «Эсир мӗншӗн аптӑраса ӳкрӗр? – тенӗ вӗсене Иисус. – Сирӗн пуҫӑра мӗншӗн унашкал шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ? 39 Ман алӑсене, урасене пӑхӑр-ха: Ку – Эпӗ! Эсир Мана хыпаласа пӑхӑр. Куратӑр вӗт, Манӑн ӳт те, шӑмӑ та пур. Сывлӑшӑн ҫавсем ҫук». 40 Ҫапла каласан вӗсене Хӑйӗн аллине, урине кӑтартнӑ. 41 Вӗсем савӑннипе ӗненеймесӗр тӗлӗнсе тӑнӑ чух Иисус вӗсенчен: «Сирӗн кунта мӗн те пулин ҫимелли пур-и?» – тесе ыйтнӑ. 42 Вӗренекенӗсем Ӑна ӑшаланӑ пулӑ тата караслӑ пыл панӑ. 43 Иисус, илсе, вӗсем умӗнчех ҫинӗ.
44 Унтан Вӑл вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Ман ҫинчен Моисей саккунӗнче, пророксен кӗнекинче, псаломсенче ҫырни пурте пурнӑҫланмалла тесе Эпӗ хӑвӑрпа пӗрле чухнех каланӑччӗ. Ҫавсем ӗнтӗ пӗтӗмпех пурнӑҫланчӗҫ». 45 Ҫавӑн чух Вӑл вӗренекенӗсене Ҫырнинче мӗн каланине ӑнланма ӑслӑлӑх панӑ, 46 вара вӗсене каланӑ: «Ҫырнинчи пекех, Христосӑн ҫапла асап курмаллаччӗ, виҫҫӗмӗш кунне вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмаллаччӗ. 47 Иерусалимран пуҫласа мӗн пур халӑхсене ӳкӗнме, ҫылӑх каҫарттарма Ун ячӗпе ӳкӗтлесе вӗрентмелле. 48 Эсир вара – ҫавна курса-илтсе ҫирӗплетекенсем. 49 Мана Атте пама пулнине Эпӗ сире те паратӑп, анчах та эсир ҫӳлтен хӑват иличчен Иерусалимрах юлӑр».
Иисус Христос тӳпене ҫӗкленни
(Мк. 16:19-20; Ӗҫ-хӗл. 1:9-11)
50 Унтан Иисус вӗренекенӗсене хуларан илсе тухнӑ та Вифание ҫитиччен вӗсемпе пынӑ. Вара аллисене ҫӗклесе вӗсене пилленӗ. 51 Пиллесе тӑнӑ чухнех Вӑл, вӗсенчен уйӑрӑлса, тӳпене ҫӗклене пуҫланӑ. 52 Вӗренекенӗсем Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ та питӗ савӑнса Иерусалим хулине тавӑрӑннӑ. 53 Ҫав кунран пуҫласа вӗсем ялан Турӑ Ҫуртӗнче пулнӑ, ялан Турра аслӑласа мухтанӑ.
Аминь.