ИОАНН ПӖЛТЕРНӖ ЫРӐ ХЫПАР

1

Сӑмах ӳтленни

1 Чӑн малтанах Сӑмах пулнӑ, Сӑмах Турӑра пулнӑ, Сӑмах Хӑй Турӑ пулнӑ. 2 Ҫав Сӑмах чӑн малтанах Турӑра пулнӑ. 3 Мӗн пурри пӗтӗмпех Сӑмах урлӑ пулнӑ. Мӗн пултарӑнни нимӗн те Унсӑр пулса кайман. 4 Унра чӗрӗлӗх пулнӑ, ҫав чӗрӗлӗх этемсемшӗн ҫутӑ пулнӑ. 5 Ҫутӑ тӗттӗмре ҫутатать, тӗттӗм ӑна хуплаймасть.

6 Ҫӗр ҫинче Турӑ янӑ ҫын пулнӑ, вӑл Иоанн ятлӑ пулнӑ. 7 Хӑй урлӑ Ҫутта пурте ӗненччӗр тесе вӑл Ҫутӑ ҫинчен каласа пӗлтерме килнӗ. 8 Вӑл хӑй ҫутӑ пулман, ӑна Ҫутӑ ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн янӑ. 9 Ҫав Ҫутӑ – чӑн-чӑн: Вӑл тӗнчене килекен кашни ҫыннах ҫутатать. 10 Вӑл Хӑй пултарнӑ тӗнчерех пулнӑ, анчах тӗнче Ӑна пӗлеймен. 11 Вӑл хӑйӗннисем патне килнӗ, хӑйӗннисем те Ӑна йышӑнман. 12 Хӑйне йышӑнакансене, Хӑйне ӗненекенсене Вӑл Турӑ ачисем пулма ирӗк панӑ. 13 Вӗсем юнпа-ӳтпе те мар, арҫын кӑмӑлӗпе те мар, ҫӳлтен, Турӑран ҫуралаҫҫӗ.

14 Ҫапла Сӑмах ӳтленсе, этем пулса, пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнчӗ. Атте Турӑ тулли тивлетлӗ, чӑнлӑхлӑ пӗртен-пӗр Ывӑлне мухтава кӑларчӗ. Эпир Унӑн мухтавне куртӑмӑр. 15 «Ман хыҫран Килекенни манран мала тухрӗ, Вӑл манчченех пулнӑ тесе каланӑччӗ эпӗ. Ку ӗнтӗ шӑпах Ҫавӑ», – хыттӑн каласа ҫирӗплетнӗ Ун ҫинчен Иоанн. 16 Унӑн туллилӗхне пула эпир ырӑлӑх ҫине ырӑлӑх илтӗмӗр. 17 Мӗншӗн тесен саккуна Моисей урлӑ панӑ, ырӑлӑхпа чӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ килнӗ. 18 Турра никам та нихҫан та курман, Турӑ ҫинчен пире Ашшӗпе пӗрлӗхлӗ, Атте Туррӑмӑрӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ пӗлтернӗ.

Шыва кӗртекен Иоанн каласа пӗлтерни

(Мф. 3:1-12; Мк. 1:2-8; Лк. 3:15-17)

19 Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Иоанн патне Иерусалимри священниксемпе левитсене: «Кам эсӗ?» – тесе ыйтма ярсан, Иоанн вӗсене: «Эпӗ Христос мар», – тесе тӳрремӗнех ҫирӗплетсе каланӑ. 21 «Эппин кам эсӗ? Илия-и?» – ыйтнӑ унран. «Илия мар», – тавӑрнӑ вӑл. «Тен, эсӗ пророк?» – ыйтнӑ лешсем. «Пророк та мар», – тенӗ Иоанн. 22 «Апла кам-ха эсӗ? – татах ыйтнӑ унран. – Пирӗн хамӑра кунта яракансене хурав памалла. Хӑвна эсӗ кам тетӗн?» 23 «Эпӗ – пуш хирте: „Хуҫамӑр валли ҫул тӳрлетӗр!“ – тесе чӗнекенӗн сасси, – тенӗ Иоанн. – Ун ҫинчен Исаия пророках каланӑ». 24 Ыйтма пынисем фарисейсем пулнӑ. 25 «Эсӗ Христос та мар, Илия та мар, пророк та мар пулсан, мӗншӗн эппин шыва кӗртетӗн?» – тесе ыйтнӑ унран вӗсем. 26 Иоанн вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Эпӗ шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та сирӗн хушшӑрта хӑвӑр та пӗлмен Пӗри пур. 27 Ман хыҫран Килекенни шӑпах Ҫавӑ, анчах Вӑл манран малти. Эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар». 28 Ҫакӑ Иоанн шыва кӗртнӗ вырӑнта, Иордан леш енчи Вифаварта, пулса иртнӗ.

Турӑ Путекки

29 Тепӗр кунне Иоанн хӑй патне Иисус пынине курнӑ та каланӑ: «Акӑ тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине илекен Турӑ Путекки. 30 Ман хыҫран Килекенни манран мала тухрӗ, мӗншӗн тесен Вӑл манчченех пулнӑ тенӗччӗ эпӗ. Ку ӗнтӗ шӑпах Ҫавӑ. 31 Эпӗ хам та Ӑна пӗлместӗмччӗ. Ҫапах та, Израиль халӑхӗ Ӑна пӗлтӗр тесе, шывпа тӗне кӗртме килтӗм». 32 Тата Иоанн ҫапла ҫирӗплетсе каланӑ: «Кӑвакарчӑн пек курӑнса ҫӳлтен анакан Святой Сывлӑш Ун ҫинче тӑнине куртӑм эпӗ. 33 Эпӗ хам та Ӑна пӗлместӗмччӗ. Анчах та мана шывпа тӗне кӗртме Яраканӗ ҫапла каларӗ: „Ҫӳлтен анакан Святой Сывлӑш кам ҫинче тӑнине курӑн, Ҫавӑ Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртекенӗ пулӗ“. 34 Вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулнине хам куҫӑмпа хам курнӑран ҫирӗплетсе пӗлтеретӗп», – тенӗ Иоанн.

Иисусӑн малтанхи вӗренекенӗсем

35 Тепӗр кунне Иоанн икӗ вӗренекенӗпе пӗрле каллех ҫавӑнта тӑнӑ. 36 Вара иртсе пыракан Иисуса курсан: «Акӑ Турӑ Путекки», – тенӗ. 37 Ҫак сӑмахсене илтсен икӗ вӗренекенӗ те Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. 38 Иисус ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та вӗсем Хӑй хыҫӗнчен пынине асӑрханӑ. «Сире мӗн кирлӗ?» – ыйтнӑ Вӑл. «Равви! (Равви тени Вӗрентекен тени пулать.) Ху ӑҫта пурӑннине каласам пире», – тенӗ лешсем. 39 «Ман хыҫӑмран пырсан хӑвӑрах курӑр», – тенӗ Иисус. Вӑхӑт кӑнтӑрла иртни тӑватӑ сехет тӗлнелле пулнӑ. Вӗсем, Ун хыҫҫӑн пырса, Вӑл ӑҫта пурӑннине курнӑ. Иисус патӗнче вара вӗсем кунӗпех пулнӑ. 40 Иоанран Иисус ҫинчен илтсе Ун хыҫҫӑн каяканӗсенчен пӗри Петр текен Симон шӑллӗ Андрей пулнӑ. 41 Вӑл пирвай хӑйӗн пиччӗшне Симона тупса: «Эпир Мессияна (вӑл Христос тени пулать) куртӑмӑр», – тенӗ те 42 ӑна Иисус патне илсе пынӑ. Иисус ун ҫине пӑхса илнӗ те каланӑ: «Эсӗ, Иона ывӑлӗ Симон , малашне Кифа ятлӑ пулӑн». Кифа тени Петр тениех, вӑл Чул тенине пӗлтерет.

Иисус Нафанаила тата Петра чӗнни

43 Тепӗр кунне Иисус Галилейӑна кайма шут тытнӑ. Вӑл Филипа тӗл пулнӑ та: «Атя Ман хыҫӑмран», – тенӗ. 44 Филипп вӑл Андрейпа Петр ҫуралнӑ Вифсаида хулинченех пулнӑ. 45 Филипп вара Нафанаила тӗл пулса каланӑ: «Моисей саккунӗнче тата пророксен сӑмахӗнче Кам ҫинчен каланӑ, эпир Ҫавна шыраса тупрӑмӑр. Вӑл Иосиф ывӑлӗ, Назаретри Иисус иккен». 46 Анчах та Нафанаил ӑна ҫапла каланӑ: «Назаретран-и? Назаретра мӗн те пулин ырри пулма пултарать-и вара?» «Кайса пӑх эппин», – тенӗ ӑна Филипп. 47 Хӑй патне Нафанаил пынине курсан Иисус каланӑ: «Акӑ чӑн-чӑн Израиль ҫынни, вӑл ултав мӗнне те пӗлмест». 48 «Эсӗ мана ӑҫтан паллатӑн?» – тесе ыйтнӑ Нафанаил. «Эпӗ сана Филипп чӗничченех, смоква йывӑҫҫи айӗнче тӑнӑ чухнех куртӑм», – тавӑрнӑ Иисус. 49 «Равви! Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ – Израиль Патши», – тенӗ Нафанаил. 50 Иисус ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «„Эпӗ сана смоква йывӑҫҫи айӗнче куртӑм“, – тенипех эсӗ Мана ӗнентӗн. Эсӗ унтан та ытларах курӑн-ха». 51 Иисус ӑна тата ҫапла каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: паянтан тӳпе уҫӑлнине, Турӑ ангелӗсем Этем Ывӑлӗ патне хӑпарса аннине те курӑр».

2

Галилейӑри Кана хулинчи туй

1 Тепӗр икӗ кунран Галилейӑри Кана хулинче туй пулнӑ. Унта Иисусӑн Амӑшӗ те пынӑ. 2 Иисуспа вӗренекенӗсене те ҫав туя чӗннӗ. 3 Хӗрлӗ эрех ҫитменнине курса: «Вӗсен эрехӗ пӗтнӗ», – тенӗ Амӑшӗ Иисуса. 4 «Эй, Анне! Мана Эсӗ кун пирки мӗншӗн калатӑн? Манӑн вӑхӑтӑм ҫитеймен-ха», – тенӗ хирӗҫ Иисус. 5 Амӑшӗ тарҫӑсене: «Вӑл сире мӗн хушнине пӗтӗмпех тӑвӑр», – тенӗ. 6 Ҫавӑнта вунӑ витре кӗрекен ултӑ чул савӑт ларнӑ. Вӗсемпе иудейсем ӗҫсе ҫиес умӗн тасалу йӑлине тунӑ чух усӑ курнӑ пулнӑ. 7 «Савӑтсене шыв тултарӑр-ха», – тенӗ тарҫӑсене Иисус. Лешсем вара шывне туллиех тултарнӑ. 8 «Халӗ ӗнтӗ ӑсса илӗр те туй пуҫне леҫсе парӑр», – хушнӑ Иисус. Лешсем леҫсе панӑ. 9 Туй пуҫӗ шывран пулнӑ хӗрлӗ эрехе астивсе пӑхнӑ. Вӑл ҫав эрехе ӑҫтан илнине пӗлмен, ӑна шыв ӑсакан тарҫӑсем кӑна пӗлнӗ. Туй пуҫӗ вара кӗрӗве хӑй патне чӗнсе илнӗ те 10 ҫапла каланӑ: «Пурте лайӑхрах хӗрлӗ эрехе малтан параҫҫӗ. Кайран, ӗҫсе ҫитсен, япӑхраххине параҫҫӗ. Эсӗ вара лайӑх эрехне халиччен кӑлармасӑр тӑнӑ». 11 Ҫапла вара, Галилейӑри Кана хулинче хӑватлӑ ӗҫсем тума пуҫласа, Иисус Хӑйӗн чап-мухтавне кӑтартнӑ; вӗренекенӗсем Ӑна ӗненнӗ. 12 Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑл Хӑй те, Амӑшӗ те, тӑванӗсем те, вӗренекенӗсем те Капернаума кайнӑ, унта вӗсем темиҫе кун ҫеҫ пурӑннӑ.

Иисус Турӑ Ҫуртӗнчи сутуҫӑсене хӑваласа кӑларни

(Мф. 21:12-13; Мк. 11:15-17; Лк. 19:45-46)

13 Иудейсен пасха уявӗ ҫитеспе Иисус Иерусалима пынӑ. 14 Вара Вӑл Турӑ Ҫуртӗнче вӑкӑр, сурӑх, кӑвакарчӑн сутнине тата укҫа улӑштаракансем ларнине асӑрханӑ. 15 Иисус кантраран пушӑ тунӑ та вӗсене пурне те вӑкӑрӗ-сурӑхӗ мӗнӗпех Турӑ Ҫуртӗнчен хӑваласа кӑларнӑ. Вӑл укҫа улӑштаракансен укҫисене сапаласа янӑ, сӗтелӗсене тӳнтерсе тухнӑ. 16 Вара кӑвакарчӑн сутакансене каланӑ: «Кайӑк-кӗшӗк таврашне те илсе кайӑр кунтан! Аттем ҫуртне суту-илӳ ҫурчӗ тунӑ ан пултӑр!» 17 Ҫавӑн чухне Унӑн вӗренекенӗсем «Турӑҫӑм, Санӑн ҫуртушӑн ҫунни вут пек кӗллентерет Мана» тесе Ҫырнинчех каланине аса илнӗ. 18 Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем вара: «Ҫапла тума тивӗҫӳ пуррине Эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартса ӗнентерӗн?» – тенӗ. 19 «Ҫак Турӑ Ҫуртне пӑсӑр, Эпӗ вара ӑна виҫӗ кунран ҫӗнӗрен туса лартӑп», – хуравланӑ Иисус. 20 «Ку Турӑ Ҫуртне хӗрӗх ултӑ ҫул хушши тунӑ, Эсӗ ӑна виҫӗ кунрах туса лартасшӑн-и?» – тенӗ ҫакна илтсен иудейсем. 21 Турӑ Ҫурчӗ тесе Иисус Хӑйӗн ӳт-пӗвне каланӑ пулнӑ. 22 Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӗренекенӗсем Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене аса илнӗ. Вара Ҫырнинче каланине те, Иисус каланӑ сӑмахсене те ӗненнӗ.

23 Иерусалимра пасха уявӗнче пулнӑ чухне Иисус тӗрлӗ хӑватсем кӑтартнӑ. Ҫавна курсан чылайӑшӗ Ӑна ӗненме пуҫланӑ. 24 Анчах та вӗсем Хӑйне ҫапла ҫирӗп ӗненсе пӑрахнине Иисус шанман, мӗншӗн тесен Вӑл ҫынсене пурне те пӗлсе тӑнӑ. 25 Ӑна ҫын ҫинчен кӑтартса пани кирлӗ пулман, Вӑл Хӑех ҫынна витӗр курса тӑнӑ.

3

Иисус Никодимпа калаҫни

1 Фарисейсем хушшинче иудейсен пӗр пуҫлӑхӗ, Никодим ятлӑскер, пулнӑ. 2 Никодим пӗррехинче ҫӗрле Иисус патне пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Равви! Эсӗ Турӑ янӑ Вӗрентекен пулнине эпир пӗлетпӗр. Турӑ пулӑшмасан Эсӗ кӑтартакан хӑватсене тума никам та пултараяс ҫук». 3 «Чӑн-чӑнах калатӑп сана, – тенӗ ӑна хирӗҫ Иисус. – Ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ». 4 «Ватӑлнӑ ҫын епле тата ҫуралма пултарӗ? – тӗлӗнсе ыйтнӑ Никодим. – Вӑл тепӗр хут амӑш варне кӗрсе ҫуралма та пултарать-им?» 5 «Чӑн-чӑнах калатӑп сана: шывран тата Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ, – хуравланӑ Иисус. 6 – Ҫын ӳт-пӗвӗнчен ӳт-пӳ кӑна ҫуралать, чун-чӗм вара Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралать. 7 „Сирӗн ҫӳлтен ҫуралмалла“ тенӗ сӑмахӑмран эсӗ ан тӗлӗн. 8 Ҫил ӑҫта вӗрес тет, ҫавӑнта вӗрет. Эсӗ ҫил кашланине илтетӗн пулин те, вӑл ӑҫтан тухнине, ӑҫта кайнине пӗлместӗн. Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралнӑ кашни ҫынпах ҫапла пулать». 9 «Мӗнле майпа пулма пултарать-ха вӑл?» – ыйтнӑ Никодим. 10 Иисус ӑна хирӗҫ тавӑрса каланӑ: «Эсӗ – Израиль халӑхне вӗрентекен – ҫавна та пӗлместӗн-и? 11 Чӑн-чӑнах калатӑп сана: Эпир Хамӑр мӗн пӗлнине калатпӑр, мӗн курнине ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр. Эсир ҫапах та Эпир ҫирӗплетсе пӗлтернине йышӑнмастӑр. 12 Эпӗ сире ҫӗр ҫинчи пирки каланине ӗненместӗр пулсан ҫӳлти пирки каланине епле ӗненӗр? 13 Тӳперен аннӑ ҫӳлти Этем Ывӑлӗсӗр пуҫне пӗлӗт ҫине никам та хӑпарман-ха. 14 Ӗненекенӗсем пӗри те ан пӗтчӗр тесе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе, Моисей пуш хирте ҫӗлене ҫӗкленӗ евӗрлех, Этем Ывӑлӗн те ҫӗкленмелле.

16 Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне панӑ. Ҫакна Вӑл ӗненекенӗсем пӗри те ан пӗтчӗр тесе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе тунӑ. 17 Хӑйӗн Ывӑлне Турӑ ҫак тӗнчене суд тума яман, Ун урлӑ тӗнче ҫӑлӑнтӑр тесе янӑ. 18 Турӑ Ывӑлне ӗненекен айӑплӑ пулмӗ. Ӑна ӗненменни вара Туррӑн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне ӗненменрен айӑпа юлнӑ та ӗнтӗ. 19 Айӑпӗ вара ҫакӑ: тӗнчене ҫутӑ килчӗ, анчах ҫынсем, ӗҫӗсем усал пулнӑран, тӗттӗме ҫутӑран ытла юратрӗҫ. 20 Усал ӗҫ тӑвакан кирек кам та ҫутта юратмасть. Хӑйӗн ӗҫӗсем палӑрасран вӑл ҫутӑ патне пымасть, мӗншӗн тесен унӑн ӗҫӗсем усал. 21 Тӗрӗс пурӑнакан вара, ӗҫӗсем палӑрччӑр тесе, ҫутталла туртӑнать, мӗншӗн тесен унӑн ӗҫӗсем Турра юрӑхлӑ».

Иисус тата Шыва кӗртекен Иоанн

22 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Иудея ҫӗрне пынӑ. Унта Вӑл вӗренекенӗсемпе пӗрле пӗр хушӑ ҫынсене шыва кӗртсе пурӑннӑ. 23 Иоанн та Салим ҫывӑхӗнчи Енонра шыва кӗртнӗ, мӗншӗн тесен унта шыв ҫителӗклех пулнӑ. Ҫынсем ун патне пыра-пыра шыва кӗнӗ. 24 Вӑл вӑхӑтра Иоана тӗрмене хупман пулнӑ-ха. 25 Ҫавӑн чухне Иоанӑн вӗренекенӗсемпе иудейсем хушшинче тасалу йӑли пирки тавлашу сиксе тухнӑ. 26 Вӗренекенӗсем вара Иоанн патне пынӑ та каланӑ: «Равви! Иордан леш енче санпа пӗрле Пӗри пулнӑччӗ, эсӗ Ун ҫинчен ху та ҫирӗплетсе пӗлтернӗччӗ. Акӑ халӗ Вӑл Хӑй шыва кӗрте пуҫларӗ, пурте Ун патне ҫӳреҫҫӗ». 27 «Ҫӳлти Турӑ ӑнӑҫу памасӑр ҫын нимӗн те ӑнӑҫтарма пултараймасть, – тенӗ вӗсене Иоанн. 28 – Эпӗ Христос мар, мана Ун умӗнчен янӑ тесе каланӑччӗ эпӗ сире. Ҫав сӑмахсене эсир хӑвӑр та ҫирӗплетме пултаратӑр. 29 Хӗр ҫураҫнӑ качча ҫеҫ кӗрӳ тееҫҫӗ. Каччӑн сассине илтекен тусӗ вара савӑнса-хӗпӗртесе тӑма ҫеҫ пултарать. Ман чӗрем ҫав савӑнӑҫпа тулчӗ ӗнтӗ. 30 Унӑн асла тухмалла, манӑн кӗҫӗне юлмалла».

Ҫӳлтен Килекенни

31 «Ҫӳлтен Килекенни вара пуринчен те аслӑ. Ҫӗр ҫинче ҫурални ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫпах пурӑнать, ҫӗр ҫинчиллех калаҫать. Ҫӳлтен Килекенни пуринчен те аслӑ. 32 Вӑл Хӑй курни-илтнине пӗлтерет, анчах та Вӑл ҫирӗплетсе пӗлтернине никам та йышӑнмасть. 33 Вӑл пӗлтернине йышӑнакан ҫапла туса Турӑ чӑн-чӑннине ӗнентерет. 34 Турӑ Яни Турӑ сӑмахӗпе калаҫать, мӗншӗн тесен Турӑ Хӑйӗн Сывлӑшне виҫесӗр парать. 35 Ашшӗ Ывӑлне юратать, Вӑл пӗтӗмпех Унӑн аллине панӑ. 36 Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ. Турӑ Ывӑлне ӗненмен ҫын пурӑнӑҫ кураяс ҫук, ун ҫинче Турӑ ҫилли тӑрать».

4

Иисуспа Самари хӗрарӑмӗ

1 Иисусӑн вӗренекенӗсем йышлансах пынӑ, Вӑл Иоанран та ытларах шыва кӗртет текен хыпар фарисейсем патне ҫитнӗ. 2 Тӗрӗссипе вара, Иисус Хӑй шыва кӗртмен, вӗренекенӗсем кӗртнӗ. 3 Фарисейсем Хӑйӗн ҫинчен илтнине пӗлсен Иисус каллех Иудейӑран Галилейӑна кайнӑ. 4 Унӑн Самари ҫӗрӗпе иртмелле пулнӑ. 5 Ҫапла вара Вӑл Самарири Сихарь ятлӑ хулана ҫитнӗ. Ҫав хула Иаков хӑйӗн ывӑлне Иосифа панӑ анапа юнашарах вырнаҫнӑ. 6 Унта Иаков ҫӑлӗ те пулнӑ. Ҫул ҫинче ывӑннӑ Иисус ҫав ҫӑл патне канма ларнӑ. Кӑнтӑр вӑхӑчӗ ҫитсе пынӑ.

7 Пӗр Самари хӗрарӑмӗ шыв ӑсма пынӑ. «Шыв ӗҫтерсемччӗ», – тенӗ ӑна Иисус. 8 Ҫав вӑхӑтра Унӑн вӗренекенӗсем хулара пулнӑ, вӗсем апат-ҫимӗҫ илме кайнӑ пулнӑ. 9 Самари хӗрарӑмӗ Ӑна: «Епле-ха Эсӗ, Иудея ҫынни, манран, Самари хӗрарӑмӗнчен, ӗҫме ыйтатӑн?» – тесе каланӑ. Иудея ҫыннисемпе Самари ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнман пулнӑ. 10 Иисус ӑна хирӗҫ каланӑ: «Турӑ мӗн пама пултарнине пӗлес пулсан, „шыв ӗҫтерсемччӗ“ тесе калаканӗ Камне пӗлес пулсан, эсӗ ху Унран ыйтнӑ пулӑттӑн. Вара Вӑл сана чӗрӗлӗх шывӗ парӗччӗ». 11 «Ырӑ Ҫыннӑм! – тенӗ Ӑна хӗрарӑм. – Санӑн ӑсмалли те ҫук-ҫке, ҫӑлӗ вара тарӑн. Ӑҫтан-ха апла Санӑн чӗрӗлӗх шывӗ пултӑр? 12 Пире ку ҫӑла алтса парса хӑварнӑ Иаков мӑн асаттерен те аслӑрах-им вара Эсӗ? Вӑл хӑй те, ачисем те ҫак ҫӑлтанах ӗҫсе пурӑннӑ, выльӑх-чӗрлӗхне те ҫакӑнтах шӑварнӑ». 13 Иисус ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Кам ҫак шыва ӗҫет, тепӗртакран унӑн каллех ӗҫесси килет. 14 Кам та кам Эпӗ панӑ шыва ӗҫет, унӑн ӗмӗрне те ӑшӗ хыпмӗ. Эпӗ паракан шыв унӑн чунӗнче ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа юхакан ҫӑлкуҫ пулса тӑрӗ». 15 «Ырӑ Ҫыннӑм! – тенӗ Ӑна хӗрарӑм. – Ҫав шыва мана ӗҫтерсемччӗ, манӑн тек нихҫан та ӑшӑм ан хыптӑрччӗ, ҫакӑнта шыв ӑсма та килмелле ан пултӑрччӗ». 16 «Кайса упӑшкуна чӗн те кунта кил», – тенӗ ӑна Иисус. 17 «Манӑн упӑшкам ҫук», – тавӑрнӑ хирӗҫ хӗрарӑм. «Упӑшкам ҫук тесе эсӗ тӗрӗсех каларӑн, – тенӗ ӑна Иисус. 18 – Пилӗк хут качча кайнӑ пулин те, халӗ пӗрле пурӑнаканни санӑн упӑшку мар. Эсӗ ҫакна тӗрӗсех каларӑн». 19 «Хуҫамӑр! – тенӗ хӗрарӑм. – Ӗнтӗ пӗлетӗп: Эсӗ – пророк. 20 Пирӗн мӑн асаттесем Турра ҫак ту ҫинче пуҫҫапнӑ, эсир вара пуҫҫапмалли вырӑн Иерусалимра тетӗр». 21 Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ӗнен Мана, вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ. Ун чухне те эсир Атте Турра пуҫҫапӑр, анчах ҫак ту ҫинче те мар, Иерусалимра та мар. 22 Эсир, Самари ҫыннисем, мӗне пуҫҫапнине хӑвӑр та пӗлместӗр. Эпир вара хамӑр мӗне пуҫҫапнине пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен ҫӑлӑнӑҫ иудейсенчен килмелле. 23 Чӑн-чӑн пуҫҫапакансем Аттене чун-чӗмпе, таса кӑмӑлпа пуҫҫапмалли вӑхӑт ҫитсе пырать. Ҫав вӑхӑт ҫитрӗ те ӗнтӗ, мӗншӗн тесен Атте Хӑйне ҫавнашкал пуҫҫапакансене шырать. 24 Турӑ Вӑл – Сывлӑш. Ҫавӑнпа пуҫҫапакансен те Ӑна чун-чӗмпе, таса кӑмӑлпа пуҫҫапмалла». 25 Хӗрарӑм Ӑна: «Мессия, тепӗр майлӑ каласан Христос, килессине, килсен пире йӑлтах каласа пӗлтерессине пӗлетӗп-ха эпӗ», – тенӗ. 26 «Вӑл Эпӗ, санпа Калаҫаканни», – тенӗ ӑна Иисус.

27 Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем тавӑрӑннӑ та Иисус Самари хӗрарӑмӗпе калаҫса тӑнинчен тӗлӗннӗ. Ҫапах та вӗсенчен пӗри те «Эсӗ хӗрарӑмран мӗн ыйтрӑн?» тесе те, «Мӗн ҫинчен калаҫрӑр?» тесе те ыйтман. 28 Шыв савӑтне лартса хӑварсах хӗрарӑм хулана кайнӑ та ҫынсене ҫапла каланӑ: 29 «Пӗр Ҫын манӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ, кайса пӑхӑр-ха, Христос мар-и Вӑл?» 30 Вара ҫынсем хуларан тухса Иисус патне кайнӑ.

31 Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Ӑна: «Равви! Ҫисемччӗ», – тесе тархасланӑ. 32 Анчах та Иисус вӗсене хирӗҫ каланӑ: «Манӑн эсир пӗлмен апат-ҫимӗҫ пур». 33 Вӗренекенӗсем хӑйсем хушшинче: «Кам та пулин Ӑна ҫимелли илсе килсе паман-и?» – тесе калаҫкаланӑ. 34 Иисус вӗсене каланӑ: «Манӑн апат-ҫимӗҫӗм – Хама кунта Яраканӑн ирӗкне пурнӑҫласси, Унӑн ӗҫне туса пӗтересси. 35 Эсир марччӗ-и-ха: „Тепӗр тӑватӑ уйӑхран тырӑ вырмалла пулать“, – тесе калаканнисем? Эпӗ сире калатӑп: куҫӑрсене уҫса тырӑ пуссине сӑнӑр-ха: тырри пиҫсе ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ ӗнтӗ. 36 Выраканӗ, хӑйӗн пайтине илсе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли тырӑ-пулӑ пуҫтарать. Ҫапла вара акаканӗпе выраканӗ пӗрле савӑнӗҫ. 37 Мӗншӗн тесен кунта шӑпах „пӗри акать, тепри вырать“ текен каларӑш вырӑнлӑ. 38 Эпӗ сире хӑвӑр акман тырра вырма яратӑп. Ҫав уй-хирте пӗрисем ӗҫлерӗҫ, эсир вара вӗсемпе пӗрле вырнипех пая кӗретӗр».

39 Хӗрарӑм Ун пирки «манӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ» тесе ҫирӗплетнине илтсен ҫав хулари Самари ҫыннисем нумайӑшӗ Иисуса ӗненме пуҫланӑ. 40 Ҫавӑнпа Самари ҫыннисем, Иисус патне пырсан, Ӑна пӗр вӑхӑт хӑйсем патӗнче юлма ыйтнӑ. Вӑл вара унта икӗ кун пурӑннӑ. 41 Унӑн Хӑйӗн сӑмахӗсене илтсен ӗненекенсем татах нумайланнӑ. 42 Вара вӗсем ҫав хӗрарӑма каланӑ: «Эпир ӗнтӗ сан сӑмаху тӑрӑх кӑна ӗненместпӗр. Вӑл чӑнах тӗнчене Ҫӑлакан, Христос иккенне хамӑр илтсе пӗлтӗмӗр».

Пуҫлӑх ывӑлне сыватни

(Мф. 8:5-13; Лк. 7:1-10)

43 Пророка хӑйӗн тӑван ҫӗр-шывӗнче хисеплемеҫҫӗ тесе Иисус Хӑех каланӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа та, икӗ кун иртсен, Иисус Галилейӑна кайнӑ. 45 Галилейӑна пырсан, унти ҫынсем Ӑна хапӑлласах йышӑннӑ. Мӗншӗн тесен Иерусалимри пасха уявӗнче Иисус кӑтартнӑ хӑватсене вӗсем куҫӑнах курнӑ пулнӑ.

46 Ҫапла вара Вӑл каллех Галилейӑри Кана хулине, Хӑй шывран хӗрлӗ эрех тунӑ ҫӗре пынӑ. Капернаумра патшан пӗр улпучӗ пурӑннӑ, унӑн ывӑлӗ чирлӗ выртнӑ. 47 Иисус Иудейӑран Галилейӑна килни ҫинчен илтнӗ улпут Ун патне пынӑ. Вӑл Иисуса хӑйӗн вилесле выртакан ывӑлне кайса сыватма тархасланӑ. 48 «Тӗрлӗ паллӑсем, хӑватсем курмасӑр эсир ӗненекен марччӗ-ҫке», – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус. 49 Пуҫлӑх Ӑна каланӑ: «Хуҫамӑр! Ывӑлӑм вилсе кайиччен атя-ха пирӗн пата каяр». 50 «Санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ, каях», – тенӗ ӑна Иисус. Унӑн сӑмахӗсене ӗненнӗ ҫын кайнӑ вара. 51 Ҫул ҫинче ӑна тарҫисем тӗл пулнӑ. «Санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ», – тенӗ вӗсем. 52 Вӑл тарҫисенчен ывӑлӗ миҫе сехетсенче самайланни ҫинчен ыйтнӑ. «Ӗнер, кӑнтӑрла иртни пӗр сехет тӗлнелле унӑн сив чирӗ иртсе кайрӗ», – тенӗ лешсем. 53 Вара ачан ашшӗ ку шӑпах Иисус хӑйне «Санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ» тенӗ сехетре пулса иртнине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пуҫлӑх та, унӑн кил-йышӗсем те пурте Иисуса ӗненме пуҫланӑ. 54 Ҫак иккӗмӗш тӗлӗнмелле ӗҫе Иисус Иудейӑран Галилейӑна тавӑрӑнсан тунӑ.

5

Шыва кӗмелли вырӑнта сыватни

1 Нумаях та вӑхӑт иртмен, иудейсен уявӗ ҫитнӗ. Вара Иисус Иерусалима пынӑ. 2 Иерусалимра, Сурӑх Хапхи патӗнче, шыва кӗме ятарласа тунӑ вырӑн пур, еврейла ӑна Вифезда теҫҫӗ. Ун йӗри-тавра пилӗк лупас ларнӑ. 3 Ҫав лупассем айӗнче питӗ нумай чирлӗ ҫын выртнӑ. Суккӑрсем, уксахсем, паралич ҫапнисем шыв хумхана пуҫласса кӗтнӗ. 4 Мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ вӑхӑтран вӑхӑта ҫавӑнта анса шыва пӑлхатнӑ. Кам та кам хумханса илнӗ шыва чи малтан кӗме ӗлкӗрнӗ, ҫав кирек епле чиртен те сывалнӑ . 5 Унта вӑтӑр сакӑр ҫул хушши чирпе асапланакан пӗр ҫын пулнӑ. 6 Иисус ӑна курсан, вӑл чылай хушӑ чирленине пӗлсе, выртакан ҫынран: «Санӑн сывалас килет-и?» – тесе ыйтнӑ. 7 «Эй, Хуҫамӑр, – тенӗ Ӑна чирлӗскер, – сываласчӗ те, анчах та хум ҫӗкленсен мана шыва кӗме пулӑшакан ҫук-ҫке. Эпӗ шыв хӗррине ҫитиччен ялан кам та пулин маларах кӗрсе ӗлкӗрет». 8 Иисус ӑна каланӑ: «Тӑр, сарнӑ вырӑнна ил те утса ҫӳре». 9 Лешӗ ҫав самантрах сывалнӑ та вырӑнне илсе утма пуҫланӑ. Ҫак ӗҫ шӑмат кун пулнӑ. 10 Ҫавӑнпа иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем сывалнӑскере каланӑ: «Паян шӑмат кун, санӑн вырӑнна ҫӗклесе кайма юрамасть». 11 «Сарнӑ вырӑнна ил те тӑрса ут тесе мана Сыватакан хушрӗ», – хуравланӑ вӗсене ҫак ҫын. 12 «Сарнӑ вырӑнна ил те тӑрса ут текенни кам вара Вӑл?» – ыйтнӑ унран. 13 Сывалнӑ ҫынни Вӑл кам пулнине те пӗлмен, мӗншӗн тесен Иисус ҫавӑнтах халӑх хушшине кӗрсе ҫухалнӑ пулнӑ. 14 Кайран Иисус ӑна Турӑ Ҫуртӗнче шыраса тупнӑ та каланӑ: «Акӑ ӗнтӗ эсӗ сывалтӑн. Асту, тата япӑхраххи ан пултӑр тесен, ҫылӑха урӑх ан кӗр». 15 Ҫав ҫын вара иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем патне кайнӑ та хӑйне Сыватаканӗ Иисус пулнине пӗлтернӗ. 16 Ҫавнашкал ӗҫсене шӑмат кун тунӑшӑн хайхи иудейсем Иисуса хӗсӗрлеме пуҫланӑ, вӗлерме май шыранӑ. 17 Анчах та Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Манӑн Аттем Хӑйӗн ӗҫне яланах тӑвать, Эпӗ те тӑватӑп». 18 Ҫавӑнпа та ятлӑ-сумлисем Ӑна шӑмат куна хисеплеменшӗн кӑна мар, Турра Манӑн Аттем теме хӑйнӑшӑн, ҫапла каласа Хӑйне Турӑпа танах хунӑшӑн вӗлерес тесе тата ҫирӗпрех шут тытнӑ.

Ывӑлне панӑ ирӗк

19 «Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – тавӑрнӑ Иисус. – Ашшӗ мӗн тунине курмасан Ывӑлӗ хӑй тӗллӗн нимӗн те тӑваймасть. Ашшӗ мӗн тӑвать, Ывӑлӗ те ҫавнах тӑвать. 20 Ывӑлне юратнӑран Ашшӗ Хӑй мӗн тунине йӑлтах Ӑна кӑтартать. Вӑл Ӑна тата пысӑкрах ӗҫсем кӑтартӗ-ха, вара эсир тӗлӗнсех кайӑр. 21 Ашшӗ вилнисене чӗртсе пурӑнӑҫ панӑ пекех, Ывӑлӗ те кама пурӑнӑҫ парас тет, ҫавна парать. 22 Ашшӗ никама та суд тумасть. Ашшӗне хисепленӗ пекех, Ывӑлне те хисеплеччӗр тесе суд тӑвассине Вӑл пӗтӗмпех Ывӑлне шанса панӑ. Кам Ывӑлне хисеплемест, ҫав Ӑна яракан Ашшӗне те хисеплемест. 24 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ман сӑмаха итлекен, Мана кунта Яракана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫать, унӑн Турӑ судне те пымалла мар. 25 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: вилнӗ ҫынсем Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес, илтсенех чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитсе пырать. Вӑл ҫитрӗ те ӗнтӗ. 26 Ашшӗ Хӑй чӗрӗлӗхлӗ пулнӑ пекех, Ывӑлне те чӗрӗлӗхлӗ пулма панӑ. 27 Этем Ывӑлӗ пулнӑран Ӑна Турӑ суд тума та ирӗк панӑ. 28 Ҫакӑнтан ан тӗлӗнӗр: тупӑкрисем пурте Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ. 29 Ырӑ тунисем ӗмӗрлӗх пурӑнма чӗрӗлӗҫ, усал тунисем айӑплав илме чӗрӗлӗҫ. 30 Мӗн тӑвасси Ман ирӗк мар, Аттене итленӗрен ҫапла суд тӑватӑп. Хам ирӗкӗме мар, Хама яракан ирӗкне тума тӑрӑшнӑран Ман судӑм тӗрӗс».

Ывӑлӗ ҫинчен каласа ҫирӗплетни

31 «Эпӗ Хам пирки Хамах пӗлтеретӗп пулсан, Эпӗ ҫирӗплетсе пӗлтерни тӗрӗс пулмӗччӗ. 32 Ман пирки Тепри те ҫирӗплетсе пӗлтерет. Вӑл Ман ҫинчен пӗлтерни чӑн пулнине Эпӗ пӗлетӗп. 33 Эсир Иоанн патне ҫынсем ятӑр. Вӑл ҫирӗплетни чӑн-чӑн. 34 Тепӗр тесен, Ман пирки ҫын каласа ҫирӗплетни Мана кирлӗ те мар. Ҫакна Эпӗ сире ҫӑлас тесе кӑна калатӑп. 35 Иоанн вӑл ҫунса ҫутӑ паракан ҫутаткӑҫчӗ, эсир вара ун ҫутинче кӑшт кӑна савӑнса юласшӑн пултӑр. 36 Ӑна Ашшӗ кунта янӑ тесе Ман ҫинчен Иоанн пӗлтернисӗр пуҫне тата вӑйлӑрах кӑтартса паракан пур. Вӑл – Эпӗ тӑвакан ӗҫсем, вӗсене Эпӗ Аттем ирӗкне пӑхӑнса тӑватӑп. 37 Мана кунта яракан Аттем Хӑй те Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗ. Эсир вара Унӑн сассине нихӑҫан та илтмен, Унӑн сӑнне те курман. 38 Сирӗн чӗрӗрте Унӑн сӑмахӗ валли вырӑн тупӑнмарӗ, мӗншӗн тесен Вӑл Янӑскере ӗненместӗр. 39 Эсир, Ҫырнине тишкерсе вуласа, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пуласса шанатӑр, Ҫырни вара хӑех Ман ҫинчен пӗлтерет. 40 Апла пулин те эсир чӗрӗлӗх илме Ман патӑма килес теместӗр.

41 Ҫын мухтани Мана ним тума та кирлӗ мар. 42 Анчах Эпӗ сире пӗлетӗп: чунӑрсенче Турра юратни ҫук. 43 Эпӗ Аттем ячӗпе килтӗм, эсир Мана йышӑнмастӑр. Кам та пулин хӑй ячӗпе килет те – эсир ӑна йышӑнатӑр. 44 Пӗртен-пӗр Турӑ мухтавне шырас вырӑнне эсир пӗр-пӗрне мухтаса пурӑнатӑр пулсан ӑҫтан-ха Мана ӗненме пултарӑр? 45 Ҫапах та Вӑл пире Ашшӗ умӗнче айӑплӗ тесе ан шухӑшлӑр. Сире айӑплама хӑвӑр шанакан Моисей пур. 46 Енчен те эсир Моисея ӗненес пулсан, Мана та ӗненӗттӗр, мӗншӗн тесен вӑл Ман ҫинчен ҫырнӑ. 47 Вӑл ҫырнине те ӗненместӗр пулсан, ӑҫтан-ха Ман сӑмахӑмсене ӗненӗр?»

6

Пилӗк пин ҫынна тӑрантарни

(Мф. 14:13-21; Мк. 6:30-44; Лк. 9:10-17)

1 Кайран Иисус Галилея тинӗсӗн тепӗр енне каҫнӑ. Ку тинӗсе тата Тивериада тинӗсӗ тесе те калаҫҫӗ. 2 Вӑл чирлисене сыватса хӑват тунине курнӑ халӑх Ун хыҫӗнчен йышлӑн пынӑ. 3 Иисус ту ҫине хӑпарнӑ та унта Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле ларнӑ. 4 Иудейсен пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ пулнӑ. 5 Иисус пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Хӑй патне темӗн чухлӗ халӑх пынине курнӑ. Вара Филипа ҫапла каланӑ: «Кун чухлӗ халӑха тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан сутӑн илмелле-ха пирӗн?» 6 Хӑй мӗн тӑвассине пӗлнӗ пулин те, ҫакна Вӑл Филипа тӗрӗслесе пӑхас тесе каланӑ. 7 «Кунта ик ҫӗр динарийлӗх ҫӑкӑр туянсан та ҫитес ҫук. Кашнине пӗрер татӑк та лекеймӗ», – тенӗ Филипп. 8 Иисусӑн пӗр вӗренекенӗ, Петр текен Симонӑн шӑллӗ Андрей, Ӑна ҫапла каланӑ: 9 «Кунта пӗр ачан пилӗк урпа ҫӑкӑрӗпе икӗ пӗчӗк пулӑ пур. Анчах ҫакӑн чухлӗ халӑха вӑл ӑҫтан ҫиттӗр?» 10 «Халӑха ларма хушӑр», – тенӗ Иисус. Ҫапла вара пилӗк пин ҫынна яхӑн ларса тухнӑ, вырӑнӗ унта ҫеремлӗ пулнӑ. 11 Иисус хайхи ҫӑкӑрсене илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене тыттарнӑ, лешсем ларакан халӑха валеҫсе панӑ. Пулла та ҫавнашкалах валеҫнӗ. Кама мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлех илнӗ. 12 Пурте ҫисе тӑрансан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Юлнӑ татӑксене пуҫтарӑр, нимӗн те сая ан кайтӑр». 13 Лешсем вара пилӗк урпа ҫӑкӑрне ҫинӗ хыҫҫӑн юлнӑ татӑксене пуҫтарнӑ. Пурӗ вун икӗ кунтӑк тултарнӑ. 14 «Ку чӑнах та тӗнчене килмелли Ҫав Пророк!» – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус тунӑ хӑвата курнисем.

15 Ҫынсем Хӑйне систермесӗрех тытса патшана лартассине пӗлсен Иисус каллех ту ҫине пӗчченех кайнӑ.

Иисус шыв ҫийӗпе утни

(Мф. 14:22-27; Мк. 6:45-52)

16 Каҫ пулсан Унӑн вӗренекенӗсем тинӗс хӗррине аннӑ. 17 Тӗттӗмленнӗ пулин те, Иисус ҫаплах пыман. Вара вӗсем, кимӗ ҫине ларса, тинӗс тепӗр енчи Капернаума ише пуҫланӑ. 18 Ҫил хытӑ вӗрнипе тинӗс вӑйлӑн хумханма тытӑннӑ. 19 Пӗр пилӗк-ултӑ ҫухрӑм ишсен вӗсем тинӗс ҫийӗпе утса кимӗ патне ҫывхаракан Иисуса курнӑ та хӑраса кайнӑ. 20 «Ан хӑрӑр, ку – Эпӗ», – тенӗ вӗсене Иисус. 21 Вӗсем Ӑна кимӗ ҫине лартасшӑн пулнӑ, анчах пӑхаҫҫӗ те кураҫҫӗ: кимӗ хӑйсем ҫитес ҫырана ҫитсе те тӑнӑ иккен.

Иисус Христос – пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ

22 Тинӗс леш енче юлнӑ ҫынсем тепӗр кунне ҫыранта ӗнер пӗр кимӗ кӑна пулнине аса илнӗ. Унтан та ытларах, вӗсем Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсем ларнӑ кимӗ ҫине кӗменнине те, вӗренекенӗсем Унсӑрах ишсе кайнине те пӗлнӗ. 23 Ҫав вӑхӑтра Тивериадӑран урӑх кимӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем Хуҫамӑр пиллесе панӑ ҫӑкӑра ҫинӗ вырӑнтан инҫех мар чарӑннӑ. 24 Анчах Иисус та, вӗренекенӗсем те ку ҫыранта ҫуккине пӗлсен халӑх кимӗсем ҫине ларнӑ та Иисуса шыраса Капернаума ишсе кайнӑ. 25 Вара, Ӑна тинӗс тепӗр енче тупсан, тӗлӗнсе каланӑ: «Равви! Эсӗ хӑҫан кунта килме ӗлкӗртӗн?» 26 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эсир Мана хӑватсем курнӑран мар, ҫӑкӑр ҫисе тӑраннӑран шыратӑр. 27 Ҫӗр ҫинчи вӑхӑтлӑх апат-ҫимӗҫшӗн ан тӑрӑшӑр, Этем Ывӑлӗ паракан ӗмӗрлӗх апат-ҫимӗҫшӗн тӑрӑшӑр. Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлне Турӑ Хӑйӗн пиллӗхӗпе палӑртнӑ». 28 «Ӗҫӗмӗрсем Турра юрӑхлӑ пулччӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?» – ыйтнӑ вара вӗсем. 29 «Турӑ Янине ӗненесси Турра юрӑхлӑ пӗртен-пӗр ӗҫ пулать», – хуравланӑ вӗсене Иисус. 30 «Хӑвна ӗнентерес тесе Эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартӑн? – ыйтнӑ вӗсем. – Эсӗ мӗн тума пултаратӑн? 31 Пирӗн аттемӗрсем пуш хирте маннӑ ҫинине астӑватӑр ӗнтӗ. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Ҫиме вӗсене ҫӳлтен Турӑ ҫӑкӑр панӑ“». 32 «Чӑн-чӑнах калатӑп, – тенӗ Иисус. – Ҫӳлти ҫӑкӑра сире Моисей паман, ҫӳлти чӑн-чӑн ҫӑкӑра сире Ман Аттем парать. 33 Мӗншӗн тесен Турӑ ҫӑкӑрӗ вӑл – Ҫӳлтен Анаканни, тӗнчене пурӑнӑҫ Параканни». 34 Вара вӗсем Ӑна тархасла пуҫланӑ: «Хуҫамӑр! Пире яланах ҫав ҫӑкӑра парса тӑрсамччӗ!» 35 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ – Эпӗ. Ман патӑма килекен нихӑҫан та выҫӑхмӗ, Мана ӗненекенӗн нихӑҫан та ӑшӗ хыпмӗ. 36 Анчах та, Эпӗ сире каланӑччӗ ӗнтӗ, эсир Мана куртӑр, ҫапах та ӗненместӗр. 37 Аттем Мана панисем пурте Ман патӑма килӗҫ. Хам патӑма килекенсене Эпӗ нихӑҫан та хӑваласа ямӑп. 38 Мӗншӗн тесен Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама кунта яракан Аттемӗн ирӗкне тума антӑм. 39 Мана кунта яракан Атте ирӗкӗ вара ҫапла: Хама панисенчен пӗрне те Манӑн ҫухатмалла мар, юлашки кун ҫитсен вӗсене пурне те вилӗмрен чӗртсе тӑратмалла. 40 Мана кунта Яракан ирӗкӗ ҫакӑн пек: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кашни ҫын ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмалла. Эпӗ вара ӑна юлашки кун, суд кунӗ ҫитсен, чӗртсе тӑратӑп».

41 «Эпӗ – ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр» тенине илтсен иудейсем Иисуса ӳпкелеме пуҫланӑ. 42 «Ку – Иосиф ывӑлӗ Иисус мар-им вара? – тенӗ вӗсем. – Эпир Унӑн ашшӗпе Амӑшне палланӑ ҫинчех Вӑл епле-ха „Эпӗ ҫӳлтен антӑм“ теме хӑять?» 43 «Ан ӳпкелешӗр, – тенӗ вӗсене Иисус. 44 – Мана кунта яракан Атте ҫавӑтса пымасӑр сирӗнтен пӗри те Ман патӑма ҫитеймӗ. Хам патӑма ҫитнисене Эпӗ юлашки кун чӗртсе тӑратӑп. 45 Пророксен кӗнекинче „Турӑ вӗсене пурне те вӗрентӗ“ тесе ҫырнӑ. Аттене итлесе вӗренекен кашни ҫын Ман патӑма ҫитет. 46 Ку сӑмах Аттене кам та пулин курнине пӗлтермест. Турӑран Килни кӑна Ашшӗне курнӑ. 47 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать. 48 Эпӗ – пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ. 49 Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем пуш хирте маннӑ ҫинӗ, ҫапах та вилнӗ. 50 Ҫӳлтен анакан ку ҫӑкӑр вара ҫавнашкал: ӑна ҫиекен нихӑҫан та вилмест. 51 Эпӗ – ҫӳлтен аннӑ чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ. Ҫав ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ. Эпӗ паракан ҫӑкӑр вӑл – Манӑн Ӳтӗм. Ӑна Эпӗ тӗнче пурӑнӑҫӗшӗн парӑп». 52 «Епле-ха Вӑл Хӑй Ӳтне пире ҫиме парӗ?» – тесе иудейсем пӗр-пӗринпе тавлашсах кайнӑ. 53 «Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – тенӗ вӗсене Иисус, – эсир Этем Ывӑлӗн Ӳтне ҫимесен, Юнне ӗҫмесен, чӗрӗлӗхлӗ пулаймӑр. 54 Ман Ӳтӗме ҫиекен, Юнӑма ӗҫекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать. Юлашки кун ҫитсен, Эпӗ ӑна чӗртсе тӑратӑп. 55 Мӗншӗн тесен чӑн-чӑн ҫимӗҫ – Манӑн Ӳтӗм, чӑн-чӑн ӗҫме – Манӑн Юнӑм. 56 Ман Ӳтӗме ҫиекен, Юнӑма ӗҫекен ӗмӗр-ӗмӗр Манра пурӑнать, Эпӗ те ҫав ҫынра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнатӑп. 57 Мана янӑ чӗрӗлӗхлӗ Аттем Мана чӗрӗлӗх панӑ пекех, Манӑн Ӳтӗме ҫиекене те Эпӗ чӗрӗлӗх парӑп. 58 Ҫавӑ ӗнтӗ ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр пулать те. Вӑл мӑн аслаҫӑрсем ҫинӗ маннӑ пек мар, вӗсем ӑна ҫинӗ, ҫапах та вилнӗ. Ку ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ». 59 Ҫак сӑмахсене Вӑл Капернаумри синагогӑра вӗрентнӗ чухне каланӑ.

Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем

60 Унӑн сӑмахне итлесе пӗтерсен чылай вӗренекенӗ ҫапла каланӑ: «Ытла та йывӑр вӗрентӳ-ҫке ку! Кам ӑна ӑша хывма пултарӗ?» 61 «Сире ҫакӑ та пӑтраштарать-и? – тенӗ вӗсене Иисус, ҫав сӑмахсемшӗн вӗренекенӗсем ӳпкелешнине пӗлсе тӑрса. 62 – Этем Ывӑлӗ Хӑй малтан пулнӑ вырӑна ҫӗкленсе кайнине курсан, мӗн тӑвӑр-ши эсир? 63 Чун-чӗм чӗрӗлӗхлӗ тӑвать, ӳт-пӳрен ним усси те ҫук. Манӑн сӑмахӑмсем вара чун-чӗмлӗ те чӗрӗлӗхлӗ. 64 Ҫапах сирӗн хушшӑрта ӗненменнисем те пур». Ҫакна Иисус кам-кам ӗненменнине те, Хӑйне кам сутассине те малтанах пӗлсе тӑнӑран каланӑ. 65 Унтан хушса хунӑ: «Ҫавӑнпа та Эпӗ сире Аттем пулӑшмасӑр сирӗнтен пӗри те Ман патӑма ҫитеймӗ тесе каларӑм».

66 Ҫавӑн хыҫҫӑн чылай вӗренекенӗ Иисусран сивӗннӗ, Унпа ҫӳреме пӑрахнӑ. 67 «Сирӗн те пӑрахса каяс килмест-и?» – ыйтнӑ ҫавӑн чухне Иисус Вун иккӗшӗнчен. 68 «Хуҫамӑр! – тенӗ вара Петр текен Симон. – Пирӗн кам патне каяс? Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем Санра. 69 Эсӗ – Христос, чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ иккенне эпир ӗнентӗмӗр те, пӗлтӗмӗр те». 70 «Сире, Вун иксӗре, Эпӗ Хам суйласа илмерӗм-им? – тенӗ вӗсене Иисус. – Анчах та сирӗнтен пӗри – шуйттан!» 71 Ҫакна Вӑл Симон ывӑлӗ Иуда Искариот ҫинчен каланӑ, мӗншӗн тесен Иуда, Вун иккӗшӗнчен пӗри пулин те, Иисуса сутма шухӑш тытнӑ.

7

Иисуса тӑванӗсем ӗненменни

1 Кайран Иисус Галилейӑра ҫӳренӗ. Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Хӑйне вӗлересшӗн пулнине пӗлсе Вӑл Иудея ҫӗрне каяс темен. 2 Иудейсен чатӑр уявӗ ҫывхарса килнӗ. 3 Ҫавӑн чухне тӑванӗсем Ӑна каланӑ: «Текех кунта ан юл. Ху тӑвакан тӗлӗнмелле ӗҫӳсене вӗренекенӳсене кӑтартма Иудейӑна кай. 4 Мӗншӗн тесен паллӑ ҫын пулас текен хӑйӗн ӗҫӗсене вӑрттӑн тумасть. Эсӗ ҫакнашкал ӗҫсем тӑватӑн пулсан эппин Хӑвна тӗнчене кӑтарт». 5 Тӑванӗсем те Ӑна ӗненмен. 6 «Манӑн вӑхӑтӑм ҫитеймен-ха, – тавӑрнӑ вӗсене Иисус, – сирӗншӗн вара яланах майлӑ вӑхӑт. 7 Тӗнче сире курайми пулас ҫук. Эпӗ унӑн ӗҫӗсем усаллине ҫирӗплетсе пӗлтеретӗп, ҫавӑнпа тӗнче Мана кураймасть. 8 Эсир ҫак уява кайӑрах. Эпӗ хальлӗхе тӑхтам, мӗншӗн тесен Манӑн вӑхӑтӑм ҫитеймен-ха». 9 Ҫапла каласа Иисус Галилейӑрах юлнӑ.

Иисус чатӑр уявӗнче

10 Анчах, тӑванӗсем уява кайсан, Иисус унта никама систермесӗр пынӑ. 11 Уявра иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем: «Ӑҫта Вӑл?» – тесе Ӑна шыранӑ. 12 Халӑх хушшинче Ун пирки тӗрлӗ сӑмах ҫӳренӗ. «Ырӑскер Вӑл», – тесе каланӑ пӗрисем. «Ҫук, ҫук! Вӑл халӑха улталать кӑна!» – хирӗҫленӗ теприсем. 13 Анчах та хӑйсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисенчен хӑранипе пурте Ун ҫинчен вӑрттӑн ҫеҫ калаҫнӑ.

14 Ҫур уяв иртнӗ тӗлелле Иисус Турӑ Ҫуртне кӗрсе вӗренте пуҫланӑ. 15 «Вӗренмен пулин те, Ҫырнинче мӗн каланине ӑҫтан пӗлет-ха Вӑл?» – тӗлӗннӗ иудейсем. 16 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Манӑн вӗрентӗвӗм Хамран мар, Мана кунта Яракантан. 17 Кам Унӑн ирӗкне пурнӑҫлас тет, вӑл ҫак вӗрентӳ Турӑран е Хамран пулнине те пӗлӗ. 18 Хӑйӗнчен калакан хӑйшӗн ҫеҫ мухтав шырать. Кам Хӑйне кунта Яраканшӑн мухтав шырать, Вӑл чӑннине калать; Унӑн чӗри ултавсӑр. 19 Моисей сире саккун паман-и вара? Ҫапах та сирӗнтен пӗри те саккун хушнине тумасть. Мӗншӗн эсир Мана вӗлересшӗн?» 20 Халӑх Ӑна хирӗҫ: «Сана усал ермен-и? Кам сана вӗлересшӗн?» – тесе каланӑ. 21 Иисус сӑмахне малалла тӑснӑ: «Эпӗ шӑмат кун йӑлине пӗрре пӑсрӑм та, эсир пурте тӗлӗнетӗр. 22 Моисей сире ӳт кастарма хушнӑ. Тӗрӗссипе, ку йӑла Моисейран та мар, мӑн аслаҫӑрсенченех тухнӑ. Ҫавӑнпа эсир шӑмат кун та ӳт кастаратӑр. 23 Ҫапла вара, Моисей саккунне пӑсас мар тесе, ҫын шӑмат кун та ӳт кастарать. Мӗншӗн-ха эппин эсир Мана шӑмат кун та ҫынна сыватать тесе ҫилленетӗр? 24 Ҫиелтен пӑхса ан айӑплӑр, тӳрӗ суд туса айӑплӑр».

Килмелли Христос Вӑлах-и?

25 Ҫавӑн чух Иерусалим ҫыннисенчен хӑшӗ-пӗри: «Ҫакна вӗлересшӗн шырамаҫҫӗ-и-ха? – тенӗ. 26 – Акӑ Вӑл уҫҫӑнах калаҫать, ҫапах та Ӑна никам та чармасть. Тен, Вӑл чӑнах Христос пулнине пуҫлӑхсем пӗлеҫҫӗ? 27 Анчах та эпир Вӑл ӑҫта ҫуралса ӳснине пӗлетпӗр. Турӑ Суйласа илни килес пулсассӑн, Вӑл ӑҫтан иккенне никам та пӗлмӗччӗ». 28 Ҫавӑн чухне Иисус, Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе, хыттӑн каланӑ: «Эсир Мана та, Эпӗ ӑҫта ҫуралнине те пӗлетӗр. Эпӗ кунта Хам тӗллӗн килмен. Мана кунта Яраканӗ чӑн-чӑн, анчах та эсир Ӑна пӗлместӗр. 29 Ун патӗнчен килнӗ пирки Эпӗ Ӑна пӗлетӗп, Мана Вӑл ячӗ». 30 Вӗсем вара Иисуса тытасшӑн пулнӑ. Ҫапах никам та Ун ҫине алӑ ҫӗклеймен, мӗншӗн тесен Унӑн вӑхӑчӗ ҫитеймен пулнӑ-ха. 31 Кирек епле пулсассӑн та, чылайӑшӗ Ӑна ӗненнӗ. «Турӑ Суйласа илни килсен, Ку тунӑ хӑватсенчен те ытларах тӑвӗ-ши вара?» – тенӗ вӗсем.

Иисуса тытасшӑн пулни

32 Халӑхра Иисус ҫинчен ҫапла калаҫнине фарисейсем илтнӗ. Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисене Ӑна тытма янӑ. 33 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ӗнтӗ Манӑн сирӗнпе пуласси нумаях юлмарӗ, часах Хама кунта Яракан патне кайӑп. 34 Эсир Мана шырӑр, анчах та тупаймӑр. Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр». 35 «Эпир тупмалла марах ӑҫта каясшӑн вара Вӑл? – тесе калаҫнӑ иудейсем. – Тен, Вӑл грексем хушшине саланнӑ иудейсене, унтан тата грексене вӗрентсе ҫӳресшӗн? 36 Тата Вӑл „Эсир Мана шырӑр, анчах та тупаймӑр, Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр“ тесе калани мӗне пӗлтерет-ши?»

Чӗрӗлӗх юхан шывӗсем

37 Уявӑн юлашки, аслӑ кунӗнче Иисус ура ҫине тӑрса пурте илтмелле ҫапла каланӑ: «Камӑн ӗҫес килет, ҫавӑ Ман патӑма килтӗр те ӗҫтӗр. 38 Кам мана ӗненет, унӑн, Ҫырнинче каланӑ пек, „чӗринчен чӗрӗлӗх юхан шывӗсем юхӗҫ“». 39 Ҫакна Иисус Хӑйне ӗненекенсем илес Святой Сывлӑш ҫинчен каланӑ. Иисус мухтава тухман пирки ун чухне вӗсен чун-чӗринче Святой Сывлӑш пулман-ха.

40 «Ку чӑнах та пророк», – тенӗ ҫак сӑмахсене илтнӗ ҫынсенчен чылайӑшӗ. 41 «Ку – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тенӗ хӑшӗ-пӗри. Теприсем вӗсене хирӗҫлесе каланӑ: «Христосӑн Галилейӑран килмелле мар-ҫке! 42 Христос Давид йӑхӗнчен, Давид ҫуралнӑ Вифлеемран килмелле темен-им Ҫырнинче?» 43 Вара халӑх Иисус пирки тавлашсах кайнӑ. 44 Хӑшӗ-пӗри Иисуса тытасшӑн та пулнӑ, ҫапах никам та Ун ҫине алӑ ҫӗклеймен.

Фарисейсемпе аслӑ священниксен ӗненменлӗхӗ

45 Ҫапла вара Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисем аслӑ священниксемпе фарисейсем патне тавӑрӑннӑ. «Эсир мӗншӗн Ӑна тытса килмерӗр?» – тӳрех ыйтнӑ лешсем. 46 «Ку Ҫын калаҫнӑ пек этем тени нихӑҫан та калаҫманах», – тенӗ Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисем. 47 «Вӑл вара мӗн, сире те Хӑй майлӑ ҫавӑрчӗ-им? – ыйтнӑ фарисейсем. 48 – Пуҫлӑхсемпе фарисейсенчен кам та пулин ӗненчӗ-и Ӑна? 49 Саккун мӗнне те пӗлмен хура халӑх ҫеҫ ӗненет Ӑна, ылханлӑ халӑх!» 50 Анчах та хӑйсен ҫынниех, Никодим, пӗррехинче ҫӗрле Иисус патне пынӑскер, вӗсене ҫапла каланӑ: 51 «Пирӗн саккун кам мӗн тунине малтан хӑйӗнчен ыйтса пӗлмесӗр ҫынна айӑплама хушать-и?» 52 «Эсӗ те Галилея ҫынни мар пулӗ те? – тенӗ ӑна. – Лайӑхрах тӗпче те ҫакна пӗлсе тӑр: ку таранччен Галилейӑран пророк тухман та, тухас та ҫук».

53 Унтан пурте килӗсене саланнӑ.

8

Мӑшӑрне улталанӑ хӗрарӑм ҫинчен

1 Иисус вара Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ. 2 Ирхине Вӑл каллех Турӑ Ҫуртне пынӑ. Пӗтӗм халӑх Ун патне пуҫтарӑннӑ. Вӑл ларнӑ та вӗсене вӗрентме тытӑннӑ. 3 Ҫавӑнта ун патне саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем мӑшӑрне улталанӑ чухне тытнӑ хӗрарӑма илсе пырса халӑх умне тӑратнӑ. 4 «Вӗрентекен, – тенӗ хайхисем, – ҫак хӗрарӑма мӑшӑрне улталанӑ чухне тытнӑ. 5 Моисей саккунӗ тӑрӑх унашкал хӗрарӑмсене чулпа пере-пере вӗлермелле. Эсӗ мӗн калӑн?» 6 Ҫакна вӗсем Ӑна айӑплама сӑлтав тупасшӑн тӗрӗслесе каланӑ. Иисус вӗсене курмӑш пулнӑ та пӗшкӗнсе пӳрнипе ҫӗр ҫине темӗн ҫыра пуҫланӑ. 7 Лешсем хӑйӗнчен ҫине тӑрсах ыйтнӑран Вӑл пуҫне ҫӗклесе каланӑ: «Кам сирӗнтен ҫылӑхсӑр, ҫавӑ малтан ӑна чулпа петӗр». 8 Вара каллех пӗшкӗнсе ҫӗр ҫине темӗн ҫырнӑ. 9 Хӗрарӑма илсе пынӑ хайхи ҫынсем ҫакна илтсен, намӑсланса, саланма тытӑннӑ. Ҫапла аслинчен пуҫласа кӗҫӗнни таранах пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса кайнӑ. Юлашкинчен вара халӑх умӗнче тӑнӑ хӗрарӑмпа Иисус кӑна тӑрса юлнӑ. 10 Иисус пуҫне ҫӗкленӗ те, никам та тӑрса юлманнине курса, хӗрарӑмран ыйтнӑ: «Эй, хӗрарӑм, сана айӑплакансем ӑҫта кайса кӗчӗҫ? Никам та сана айӑпламарӗ-и?» 11 «Никам та айӑпламарӗ, Хуҫамӑр!» – тавӑрнӑ хӗрарӑм. «Эпӗ те сана айӑпламастӑп. Каях, текех ҫылӑха ан кӗр», – тенӗ Иисус .

Иисус Христос – тӗнче ҫути

12 Иисус татах халӑха каланӑ: «Эпӗ – тӗнче ҫути. Ман хыҫӑмран пыракан тӗттӗмлӗхре ҫӳремӗ, вӑл чӗрӗлӗх ҫутиллӗ пулӗ». 13 Ҫавӑн чухне фарисейсем: «Эсӗ Ху ҫинчен Ху ҫирӗплетсе пӗлтеретӗн, ҫавӑнпа та Эсӗ каласа ҫирӗплетни чӑн мар», – тенӗ. 14 Иисус ҫапла хуравланӑ: «Хам ҫинчен Хам ҫирӗплетсе пӗлтеретӗп пулин те, Эпӗ пӗлтерни чӑн. Мӗншӗн тесен Эпӗ Хам ӑҫтан килнине, ӑҫта каяссине пӗлетӗп. Эсир вара Эпӗ ӑҫтан килнине те, ӑҫта каяссине те пӗлместӗр. 15 Эсир этем виҫипе виҫсе айӑплатӑр, Эпӗ никама та айӑпламастӑп. 16 Айӑплас пулсан та, Манӑн судӑм чӑн пулӗччӗ, мӗншӗн тесен Эпӗ Хам тӗллӗн мар, Хама кунта яракан Аттепе пӗрле суд тӑватӑп. 17 Иккӗн кӑтартса пани чӑн тесе сирӗн саккунӑрта та ҫырнӑ. 18 Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенсем вара иккӗн: Эпӗ Хам тата Мана кунта яракан Аттем». 19 «Санӑн Аҫу ӑҫта?» – ыйтнӑ Унран. Иисус вӗсене хирӗҫ каланӑ: «Эсир Мана та, Аттеме те пӗлместӗр. Мана пӗлес пулсан Манӑн Аттене те пӗлнӗ пулӑттӑрччӗ». 20 Иисус ҫак сӑмахсене Турӑ Ҫуртӗнче, укҫа арчи патӗнче, вӗрентнӗ чухне каланӑ. Унӑн асап вӑхӑчӗ ҫитеймен пирки ҫавӑн чухне Ӑна никам та тӗкӗнмен. 21 Иисус вӗсене татах каланӑ: «Эпӗ каятӑп, эсир Мана шырама пуҫлӑр, ҫылӑхӑрсене каҫарттараймасӑрах вилӗр. Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр». 22 «Мӗншӗн-ха Вӑл „Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр“ терӗ, Хӑйне Хӑй вӗлерме шут тытман пулӗ те?» – тесе калаҫкаланӑ вара иудейсем. 23 Иисус малалла каланӑ: «Эсир – ҫӗр ҫинчисем, Эпӗ вара ҫӳлтен килтӗм. Эсир – ку тӗнчерисем, Эпӗ – ку тӗнчери мар. 24 Ҫавӑнпа Эпӗ сире „хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилӗр“ тесе каларӑм. Эпӗ Кам пулнине ӗненмесен, чӑнах та, хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилӗр». 25 «Кам вара Эсӗ?» – ыйтнӑ ҫавӑн чухне Унран. «Кам пулнине Эпӗ сире темиҫе те каларӑм, – хуравланӑ Иисус. – Эпӗ – пуҫламӑшӗнченех Пурри . 26 Манӑн сирӗн ҫинчен каламалли, сире айӑпламалли нумай. Анчах та Эпӗ Хама кунта Яракантан мӗн илтнине кӑна тӗнчене калатӑп, мӗншӗн тесен Вӑл – Чӑнни». 27 Иисус Хӑйӗн Ашшӗ ҫинчен каланине вӗсем ӑнланса илеймен. 28 Ҫавӑнпа та Иисус татах каланӑ: «Эпӗ Кам пулнине Мана хӗрес ҫине ҫӗклесен тин пӗлӗр. Ун чухне эсир Эпӗ Хам тӗллӗн нимӗн те туманнине, Аттем вӗрентнӗ пек кӑна каланине те ӑнланӑр. 29 Мана кунта Яракан Манпа пӗрлех. Эпӗ яланах Ӑна юрӑхлине кӑна тунӑран Аттем Мана пӑрахмасть, пӗччен хӑвармасть». 30 Вӑл ҫапла каланине илтсен чылайӑшӗ Ӑна ӗненме пуҫланӑ.

Чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ

31 Вара Иисус Хӑйне ӗненнӗ иудейсене каланӑ: «Эсир Ман сӑмахӑмран иртмесен Манӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗмсем пулӑр. 32 Ҫавӑн чухне эсир чӑнлӑха пӗлӗр, вара чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ». 33 Иудейсем Ӑна хирӗҫлесе ҫапла каланӑ: «Эпир Авраам йӑхӗнчен, эпир нихӑҫан та никам чури те пулман. Епле-ха Эсӗ тата пире ирӗке кӑларасшӑн?» 34 «Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – тавӑрнӑ вӗсене Иисус, – ҫылӑха кӗрекен кирек кам та – ҫылӑх чури. 35 Хуҫа килӗнче чура ӗмӗрех пурӑнаймасть, Ывӑлӗ вара ӗмӗрех пурӑнать. 36 Ҫавӑнпа Ывӑлӗ сире ирӗке кӑларсан тин эсир чӑннипех ирӗклӗ пулӑр. 37 Эсир Авраам йӑхӗнчен пулнине пӗлетӗп. Анчах Ман сӑмахӑмсем чӗрӗре шӑнӑҫайманран эсир Мана вӗлерме те хатӗр. 38 Эпӗ Хам Аттем патӗнче мӗн курнине каласа кӑтартатӑп. Эсир вара хӑвӑр аҫӑр патӗнче мӗн курнӑ, ҫавна тӑватӑр».

39 «Пирӗн Аттемӗр – Авраам!» – тенӗ Ӑна хирӗҫ. Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир Авраам ачисем пулсан хӑвӑра Авраам пекех тыткаланӑ пулӑттӑр. 40 Эсир вара Мана, Турӑран илтнӗ чӑнлӑха хӑвӑра каласа паракан Ҫынна, вӗлерме шутлатӑр. Авраам унашкал хӑтланман. 41 Эсир хӑвӑр аҫӑрӑн ӗҫӗсенех тӑватӑр». Ӑна хирӗҫ вара: «Эпир вӗлтӗрен ҫинчи ачасем мар вӗт, пирӗн пӗртен-пӗр Аттемӗр пур, Вӑл – Турӑ», – тенӗ. 42 «Эпӗ Хам тӗллӗн килмен, Турӑ патӗнчен анса килнӗ. Мана Вӑл янӑ, – тавӑрнӑ Иисус. – Ҫавӑнпа та, сирӗн Аҫӑр Турӑ пулсассӑн эсир Мана юратнӑ пулӑттӑр. 43 Мӗншӗн-ха эсир Эпӗ каланине ӑнланмастӑр? Мӗншӗн тесен Ман сӑмахӑма итлеме мехел ҫитерейместӗр. 44 Эсир Авраам ачисем мар, шуйттан ачисем, эсир унӑн кӑмӑлне тивӗҫтересшӗн тӑрӑшатӑр. Вӑл вара чӑн пуҫламӑшӗнченех ҫын вӗлерекен пулнӑ. Чӗринче чӑнлӑх пулманран вӑл чӑнлӑха та йышӑнман. Суйса калаҫнӑ чухне те вӑл хӑйӗн сӑмахӗсенех калать, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑ, ултав ашшӗ. 45 Эпӗ чӑннине каланине вара эсир ӗненместӗр. 46 Кам сирӗнтен Мана ҫылӑхлӑ тесе айӑплаять? Енчен те Эпӗ чӑннине калатӑп пулсан, мӗншӗн Мана ӗненместӗр? 47 Турӑ ачисем Турӑ сӑмахне итлеҫҫӗ. Турӑ ачисем пулманран эсир Мана итлеместӗр те».

Эпӗ – пур, Авраам ҫураличчен те пулнӑ

48 «Эпир Сан пирки Самари ҫынни, Санӑн ӑшунта усал сывлӑш тесе калани тӗрӗсех-иҫ», – тавӑрнӑ Ӑна иудейсем. 49 «Мана усал ермен, – тенӗ Иисус, – Эпӗ Хам Аттеме чыслатӑп, эсир вара Мана чыссӑрлататӑр. 50 Тепӗр тесен, Мана мухтав кирлӗ мар. Мухтава кӑлараканни тата Суд тӑваканни вара – Урӑххи. 51 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ман сӑмахӑма итлесе пурнӑҫлакан нихӑҫан та вилмест». 52 «Халӗ ӗнтӗ сана чӑнах та усал ернине пӗлтӗмӗр, – тенӗ Ӑна иудейсем. – Авраам та, пророксем те вилнӗ, Эсӗ вара „Ман сӑмахӑма пурнӑҫлакан нихӑҫан та вилмест“ тетӗн. 53 Эсӗ мӗн, пирӗн мӑн асаттемӗр Авраамран та чаплӑрах-им? Вӑл та, пророксем те вилнӗ. Эсӗ Хӑвна Кам вырӑнне хуратӑн?» 54 Иисус вара ҫапла каланӑ: «Хама Хам мухтатӑп пулсан Ман мухтавӑм ним тӗшне те тӑмасть. Эсир Туррӑмӑр теекен Аттем Мана мухтава кӑларать. 55 Эсир Ӑна пӗлсе ҫитмен-ха, Эпӗ вара пӗлетӗп. Ӑна пӗлместӗп тесен Эпӗ сирнешкел суеҫӗ кӑна пулӑп. Анчах та Эпӗ Ӑна пӗлетӗп, Унӑн сӑмахне пурнӑҫласа тӑратӑп. 56 Сирӗн мӑн аслаҫӑр Авраам Эпӗ килнӗ вӑхӑта пит курасшӑнччӗ: курчӗ те – савӑнмаллипех савӑнчӗ». 57 «Эсӗ халӗ алла та ҫитмен, ӑҫтан Авраама курма пултарнӑ?!» – тенӗ иудейсем. 58 «Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – тенӗ Иисус, – Эпӗ – пур, Авраам ҫураличчен те пулнӑ». 59 Тарӑхса кайнипе иудейсем Ӑна вӗлерес тесе чулсем ярса тытнӑ. Анчах Иисус, курӑнмӑш пулса, вӗсем хушшипелех Турӑ Ҫуртӗнчен тухса кайнӑ.

9

Суккӑр ҫуралнӑ ҫынна сыватни

1 Иртсе пынӑ чух Иисус суккӑр ҫуралнӑ ҫынна курнӑ. 2 Вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: «Равви! Ҫак ҫын кама пула суккӑр ҫуралнӑ? Кам ҫылӑха кӗнӗ: хӑй е ашшӗ-амӑшӗ?» 3 «Вӑл хӑй те, ашшӗ-амӑшӗ те ҫылӑха кӗмен, – хуравланӑ Иисус. – Турӑ хӑватне палӑртма ҫапла ҫуралнӑ вӑл. 4 Мана кунта Яраканӑн ӗҫне пирӗн кун ҫути пур чухне тумалла. Каҫ пулсан никам та ӗҫлеймест. 5 Ҫак тӗнчере чухне Эпӗ – тӗнче ҫути». 6 Ҫакна каласан Иисус ҫӗре сурнӑ. Вара сурчӑкне тӑпрапа ҫӑрса пылчӑк тунӑ та унпа суккӑрӑн куҫне сӗрнӗ. 7 «Халӗ кай та Силоам шывӗнче ҫӑвӑн», – тенӗ ӑна Иисус. Вӑл кайса ҫӑвӑннӑ та куракан пулса тавӑрӑннӑ. «Силоам» тени «янӑскер» тени пулать. 8 «Ку хайхи ыйткаласа ларакан ҫын мар-и?» – тенӗ маларах вӑл суккӑррине курнӑ ҫынсемпе кӳршисем. 9 «Ҫавӑ», – тенӗ пӗрисем. «Ҫук-ҫук, вӑл сӑнӗпе кӑна ун евӗрлӗрех», – хирӗҫленӗ теприсем. «Эпӗ чӑнах та ҫавӑ», – тесе ҫирӗплетнӗ вӑл хӑй. 10 Вара унран: «Санӑн куҫу епле уҫӑлчӗ?» – тесе ыйта пуҫланӑ. 11 «Пӗр Ҫын, Иисус ятлӑскер, пылчӑк туса ман куҫӑма сӗрчӗ те Силоам шывӗпе кайса ҫӑвӑнма хушрӗ, – тенӗ ҫав ҫын. – Эпӗ кайса ҫӑвӑнтӑм та куракан пултӑм». 12 «Ӑҫта халӗ Вӑл?» – ыйтнӑ унран. «Пӗлместӗп», – тенӗ лешӗ.

Сывалнӑ ҫынна тӗпчени

13 Вара вӗсем суккӑр пулнӑ ҫынна фарисейсем патне илсе кайнӑ. 14 Иисус пылчӑк туса суккӑра сыватнӑ чух шӑмат кун пулнӑ. 15 Фарисейсем те унран куҫӗ епле уҫӑлнине тӗпченӗ. «Куҫӑма Вӑл пылчӑкпа сӗрчӗ, унтан эпӗ ҫӑвӑнтӑм та куракан пултӑм», – тенӗ вӑл. 16 «Вӑл Ҫын Турӑран мар, мӗншӗн тесен Вӑл шӑмат куна хисеплемест», – тенӗ вара хӑш-пӗр фарисейсем. «Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫе ҫылӑхлӑ ҫын епле тума пултарайтӑр?» – хирӗҫленӗ теприсем. Вара вӗсем тавлашсах кайнӑ. 17 «Хӑвӑн куҫна уҫакан ҫинчен эсӗ мӗн калӑн?» – каллех ыйтаҫҫӗ вӗсем куракан пулнӑ ҫынран. «Вӑл – пророк», – тенӗ вара лешӗ.

18 Суккӑр ҫын куракан пулнине иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем ниепле те ӗненесшӗн пулман. Вӗсем унӑн ашшӗпе амӑшне чӗнтернӗ. 19 «Суккӑр ҫуралнӑ текен ывӑлӑр ҫакӑ-и? – ыйтнӑ вӗсем ашшӗпе амӑшӗнчен. – Епле-ха вӑл халӗ куракан пулчӗ?» 20 «Эпир ку хамӑр ачах пулнине, вӑл суккӑр ҫуралнине кӑна пӗлетпӗр, – хуравланӑ ашшӗпе амӑшӗ. 21 – Халӗ епле куракан пулнине те, унӑн куҫне кам уҫнине те эпир вара пӗлместпӗр. Хӑйӗнчен ыйтӑр ара. Вӑл ҫитӗннӗ ҫын-иҫ, унӑн хӑйӗн те чӗлхи пур». 22 Ашшӗпе амӑшӗ иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисенчен хӑранипе ҫапла каланӑ. Мӗншӗн тесен ятлӑ-сумлисем Ӑна Христос тесе йышӑнакансене синагогӑран уйӑрса ярас тесе калаҫса татӑлнӑ пулнӑ. 23 Ҫавӑнпа ӗнтӗ ашшӗ-амӑшӗ «Вӑл ҫитӗннӗ ҫын-иҫ, унӑн хӑйӗн те чӗлхи пур» тесе каланӑ.

24 Ҫапла вара, иудейсем куракан пулнӑ ҫынна татах тепӗр хут чӗнсе илнӗ. «Суймастӑп тесе Турра асӑн, – тенӗ вӗсем ӑна, – Вӑл ҫылӑхлӑ Ҫын пулнине эпир пӗлетпӗр». 25 «Ҫылӑхлӑ-и Вӑл, ҫылӑхлӑ мар-и – пӗлместӗп, – тавӑрса каланӑ хайхи, – пӗр ҫакна кӑна пӗлетӗп: эпӗ суккӑрччӗ, халӗ вара куратӑп». 26 «Мӗн турӗ Вӑл сана? Санӑн куҫна епле уҫрӗ?» – татах ыйтнӑ унран. 27 «Эпӗ ӗнтӗ каларӑм, анчах эсир илтместӗр, – тавӑрнӑ ҫак ҫын. – Тата мӗн илтесшӗн эсир? Тен, эсир те Унӑн вӗренекенӗсем пуласшӑн?» 28 «Унӑн вӗренекенӗ – эсӗ! – хӑтӑрса тӑкнӑ ӑна. – Эпир вара Моисей вӗренекенӗсем! 29 Турӑ Моисейпа калаҫнине эпир пӗлетпӗр. Ку Ҫын ӑҫтан иккенне вара пачах та пӗлместпӗр». 30 «Тӗлӗнмелле! – тенӗ куракан пулнӑ ҫын. – Вӑл манӑн куҫӑма уҫрӗ, эсир вара Вӑл ӑҫтан иккенне те пӗлместӗр. 31 Анчах та ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ итлеменнине пӗлетпӗр вӗт-ха. Вӑл Хӑйне хисеплекене, Хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлакана кӑна итлет. 32 Суккӑр ҫуралнӑ ҫыннӑн куҫне кам та пулин уҫнӑ тенине халиччен илтменччӗ. 33 Ӑна кунта Турӑ яман пулсан, Вӑл нимӗн те тӑваймӗччӗ». 34 «Эсӗ, ҫылӑхлӑ ҫуралнӑскер, тата пире вӗрентесшӗн-и?» – тесе вӗсем ӑна хӑваласа янӑ.

Курнӑ ҫинчех курмастӑр

35 Ӑна хӑваласа янӑ тенине илтсен Иисус ҫав ҫынна шыраса тупнӑ та ыйтнӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлне ӗненетӗн-и?» 36 «Эй, ырӑ Ҫыннӑм, – тавӑрнӑ вӑл Иисуса, – Вӑл Кам пулнине каласамччӗ, вара эпӗ Ӑна ӗненӗттӗм». 37 «Эсӗ Ӑна куртӑн ӗнтӗ, Вӑл санпа калаҫса тӑрать», – тенӗ Иисус. 38 Вара вӑл: «Ӗненетӗп, Хуҫамӑр», – тенӗ те Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ. 39 Унтан Иисус ҫапла каланӑ: «Суккӑррисем куракан пулччӑр тесе, кураканнисем суккӑр пулччӑр тесе Эпӗ ҫак тӗнчене суд тума килтӗм». 40 Ҫакна илтсен Унпа юнашар тӑракан хӑш-пӗр фарисейсем каланӑ: «Эпир те суккӑр-им вара?» 41 «Енчен те эсир суккӑр пулнӑ пулсан ҫылӑхлӑ пулмӑттӑр. Анчах та эсир „куратпӑр“ тетӗр, ҫавӑнпа ҫылӑхӑр хӑвӑрпах юлать», – тавӑрнӑ вӗсене Иисус.

10

Кӗтӳҫӗ ҫинчен каланӑ ытарлӑх

1 «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам сурӑх картине алӑкран кӗмест, урӑх ҫӗртен каҫса кӗрет, ҫав – вӑрӑ-хурах. 2 Алӑкран кӗрекенни ҫеҫ чӑн-чӑн сурӑх кӗтӳҫи. 3 Ӑна хуралҫӑ алӑкне уҫса парать, сурӑхсем ун сассине илтеҫҫӗ, вӑл хӑйӗн сурӑхӗсене ятран чӗнсе кӑларать. 4 Сурӑхсене кӑларсан вӑл кӗтӳ пуҫӗнче пырать. Сурӑхӗсем, унӑн сассине палланӑран, ун хыҫҫӑн пыраҫҫӗ. 5 Вӗсем ют ҫын хыҫҫӑн каймаҫҫӗ, сассине палламанран вӗсем унран тараҫҫӗ». 6 Иисус ытарлӑ каланине фарисейсем ӑнланса илеймен.

Иисус – ырӑ Кӗтӳҫӗ

7 Вара Иисус Хӑйӗн сӑмахне малалла тӑснӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эпӗ – сурӑхсем валли тунӑ алӑк. 8 Манран малтан килнисем пурте вӑрӑ-хурахсем пулнӑ пирки сурӑхсем вӗсене итлемерӗҫ. 9 Эпӗ – алӑк: Ман витӗр кӗрекен ҫӑлӑнӗ. Вӑл кӗрӗ те, тухӗ те, улӑх-ҫаран та тупӗ. 10 Вӑрӑ вӑрлама, вӗлерме, пӗтерме анчах килет. Эпӗ сире чӗрӗлӗх пама, тулли пурӑнӑҫлӑ тума килтӗм. 11 Эпӗ – ырӑ кӗтӳҫӗ. Ырӑ кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн чунне парать. 12 Тара тытнӑ ҫын кӗтӳҫӗ мар, сурӑхӗсем те унӑн хӑйӗн мар. Кашкӑр ҫывхарнине курсан вӑл сурӑхӗсене пӑрахсах тарать. Кашкӑр вара сурӑхсене туртса ҫурать, кӗтӗвне салатса ярать. 13 Тара тытнӑ ҫын вӑл тара тытнӑ ҫынах, сурӑхсемшӗн тӑрӑшмасть, тарать. 14 Эпӗ – ырӑ кӗтӳҫӗ. Эпӗ Хам сурӑхӑмсене пӗлетӗп, вӗсем те Мана пӗлеҫҫӗ. 15 Аттем Мана пӗлнӗ пекех, Эпӗ те Аттеме пӗлетӗп. Эпӗ сурӑхӑмсемшӗн чунӑма паратӑп. 16 Манӑн урӑх сурӑхсем те пур, вӗсем ку картара мар. Манӑн вӗсене те илсе килмелле. Вӗсем те Ман сасса илтӗҫ, вара пӗр кӗтӳ, пӗр Кӗтӳҫӗ пулӗ. 17 Эпӗ чунӑма каялла илес тесе паратӑп, ҫавӑнпа юратать те Мана Аттем. 18 Никам та Ман чунӑма туртса илеймест, ӑна Эпӗ Хам паратӑп. Манӑн ӑна памашкӑн та, каялла илмешкӗн те ирӗкӗм пур. Мана Аттем ҫапла хушнӑ».

19 Ку сӑмахсем те иудейсене каллех тавлаштарса янӑ. 20 «Мӗн итлетӗр Ӑна? Усал ернипе Вӑл ҫапла ӑссӑрла калаҫать!» – тенӗ чылайӑшӗ. 21 «Усал ернӗ ҫын кун пек сӑмахсем калаймӗ, – хирӗҫленӗ теприсем. – Суккӑр ҫын куҫне усал уҫма пултарать-и вара?»

Иудейсем Иисуса йышӑнманни

22 Хӗл ларнӑ. Иерусалимри Турӑ Ҫуртне ҫӗнетнине асӑнмалли уяв ҫитнӗ. 23 Иисус Турӑ Ҫурчӗн картишӗнчи Соломон притворӗнче утса ҫӳренӗ. 24 Ҫавӑн чухне Ун тавра иудейсем пухӑннӑ. «Эсӗ пире хӑҫанччен иккӗлентересшӗн? – тенӗ Ӑна. – Эсӗ Турӑ Суйласа илни пулсан, кала пире уҫӑмлӑн». 25 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ сире каларӑм ӗнтӗ, анчах эсир ӗненместӗр. Эпӗ Аттем ячӗпе тӑвакан ӗҫсем хӑйсемех Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтереҫҫӗ. 26 Ҫапах та эсир ӗненместӗр. Мӗншӗн тесен, пӗрре каланӑччӗ ӗнтӗ, эсир Ман сурӑхсем мар. 27 Ман сурӑхсем сассӑма итлеҫҫӗ. Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп. Вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ. 28 Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ паратӑп, вӗсем нихӑҫан та вилмӗҫ. Вӗсене Ман аллӑмран никам та туртса илеймӗ. 29 Вӗсене Мана панӑ Аттем пуринчен те аслӑ. Вӗсене Аттем аллинчен никам та туртса илеймӗ. 30 Эпӗ те, Аттем те – пӗр».

31 Хайхи иудейсем Ӑна вӗлерес тесе каллех чулсем ярса тытнӑ. 32 «Хамӑн Аттем ячӗпе Эпӗ сире нумай ырӑ ӗҫ туса кӑтартрӑм, – тенӗ Иисус. – Ҫавсенчен хӑшӗншӗн эсир Мана чулпа пере-пере вӗлересшӗн?» 33 «Эпир Сана ырӑ ӗҫ тунӑшӑн вӗлересшӗн мар, – тавӑрнӑ иудейсем. – Эсӗ, ҫын пуҫҫӑнах Хӑвна Турӑ вырӑнне хурса, Турра хурлатӑн вӗт-ха!» 34 «Сирӗн саккун кӗнекинче мӗнле ҫырнӑ-ха? „Эсир – турӑсем, – тесе Эпӗ каларӑм“. Ҫапла ҫырман-им? – тавӑрнӑ вӗсене Иисус. 35 – Саккун кӗнекинче Турӑ сӑмахне итлекенсене те турӑ тенӗ. Ҫырнине хирӗҫлесе калама вара юрамасть. 36 Эппин мӗншӗн-ха эсир Мана, Аттем Хӑй суйласа илсе тӗнчене Янӑскере, „Эпӗ – Турӑ Ывӑлӗ“ тенӗшӗнех Турра хурлатӑн, тетӗр? 37 Эпӗ Аттем ӗҫне тумасан Мана ан ӗненӗр. 38 Аттем ӗҫне тӑватӑп пулсан, Мана ӗненмесен те, Манӑн ӗҫӗмсене ӗненӗр. Вара тин эсир Аттем Манра пулнине, Эпӗ те Унра пулнине пӗлсе ӑнланса илӗр». 39 Ҫавӑн чухне вӗсем Иисуса каллех тытасшӑн пулнӑ, анчах та Вӑл иудейсенчен хӑтӑлма пултарнӑ.

40 Вара Вӑл каллех Иордан леш енне, Иоанн унччен шыва кӗртнӗ вырӑна каҫса кайнӑ, пӗр вӑхӑт унтах пурӑннӑ. 41 Халӑх Ун патне пырсах тӑнӑ. «Иоанн пӗр хӑват та туса кӑтартмарӗ пулин те, вӑл ҫак Ҫын ҫинчен каланисем пӗтӗмпех чӑна килчӗҫ», – тенӗ ҫынсем. 42 Ҫавӑнта чылайӑшӗ Иисуса ӗненме пуҫланӑ.

11

Лазарь вилӗмӗ

1 Лазарь ятлӑ пӗр ҫын чирлесе ӳкнӗ. Вӑл Марияпа унӑн аппӑшӗ Марфа пурӑнакан Вифани ялӗнченех пулнӑ. 2 Ҫав Мария кайран Хуҫамӑра мирӑ сӗрсе Унӑн урисене хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлаканни пулнӑ. Чирлесе ӳкнӗ Лазарь шӑпах унӑн пиччӗшӗ пулнӑ. 3 Лазарь йӑмӑкӗсем Иисус патне: «Хуҫамӑр, Санӑн юратнӑ ҫынну чирлӗ», – тесе калама янӑ. 4 Ҫавна илтсен Иисус каланӑ: «Ку чир вилмелли чир мар. Ку – Турӑ мухтавне кӑтартмалли, ҫапла майпа Турӑ Ывӑлне мухтава кӑлармалли чир». 5 Иисус Марфӑпа йӑмӑкне те, Лазаре те юратнӑ. 6 Ҫапах та, Лазарь чирлени ҫинчен илтнӗ пулин те, Иисус Хӑй чарӑнса тӑнӑ вырӑнта тата икӗ кун пурӑннӑ. 7 Кайран тин вӗренекенӗсене каланӑ: «Атьӑр каллех Иудейӑна каяр!» 8 «Равви! – тенӗ Ӑна вӗренекенӗсем. – Анчахрах Сана иудейсем чулпа пере-пере вӗлересшӗнччӗ, Эсӗ каллех унта каясшӑн-и?» 9 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Кун ҫути вун икӗ сехете пымасть-им вара? Кун ҫутипе ҫӳрекен такӑнмасть, мӗншӗн тесен вӑл тӗнче ҫутине курать. 10 Ҫӗрле ҫӳрекен такӑнать, мӗншӗн тесен вӑл ҫутӑсӑр». 11 Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Вӑл вӗсене каланӑ: «Лазарь тусӑмӑр ҫывӑрать, Манӑн ӑна кайса вӑратмалла». 12 «Хуҫамӑр! – тенӗ вӗренекенӗсем. – Ҫывӑрать пулсассӑн эппин сывалӗ-ха». 13 Иисус вӗсене Лазарь вилӗмӗ ҫинчен каланӑ. Вӗренекенӗсем вара ыйхӑ ҫинчен ҫеҫ калать пулӗ тесе шухӑшланӑ. 14 Вара Иисус тӳррӗнех каланӑ: «Лазарь вилнӗ. 15 Эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп. Сирӗн ӗненӗвӗре ҫирӗплетес тесе Эпӗ унта пулмарӑм. Халӗ ӗнтӗ каяр!» 16 Ҫавӑн чухне Йӗкӗреш тесе ят панӑ Фома ытти вӗренекенсене каланӑ: «Каяр та Унпа пӗрлех вилер!»

Иисус – чӗрӗлӳ тата пурӑнӑҫ

17 Вифани ялне ҫитсен Иисус Лазаре тӑватӑ кун каяллах пытарнине пӗлнӗ. 18 Вифани ялӗ Иерусалимран инҫех те мар, пӗр икӗ-виҫӗ ҫухрӑмра ҫеҫ пулнӑ. 19 Пиччӗшӗшӗн хуйхӑракан Марфӑпа Марияна лӑплантарма иудейсем чылаййӑн пухӑннӑ. 20 Иисус килет тенине илтсенех Марфа Ӑна хирӗҫ кайнӑ. Мария килӗнчех юлнӑ. 21 Ҫавӑн чухне Марфа Иисуса каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ кунта пулнӑ пулсан пиччем вилмен пулӗччӗ! 22 Ҫапах та Эсӗ мӗн ыйтнине Турӑ Сана халӗ те парасса эпӗ пӗлетӗп». 23 «Пиччӳ чӗрӗлсе тӑрӗ», – тенӗ ӑна Иисус. 24 «Чӗрӗлсе тӑмалли юлашки кун ҫитсен вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасса хам та пӗлетӗп-ха», – тенӗ Ӑна Марфа. 25 «Эпӗ – чӗрӗлӳ тата пурӑнӑҫ, – тенӗ ӑна Иисус. – Мана ӗненекен вилсен те чӗрӗлет. 26 Мана ӗненсе пурӑнакан кирек кам та нихӑҫан та вилмӗ. Эсӗ ҫакна ӗненетӗн-и?» 27 «Ӗненетӗп, Хуҫамӑр! – тенӗ Ӑна Марфа. – Эсӗ тӗнчене килмелле тенӗ Турӑ Ывӑлӗ Христос пулнине ӗненетӗп».

Иисус Лазарьшӗн хурланни

28 Ҫакна каласан Марфа кайнӑ та хӑйӗн йӑмӑкне Марияна вӑрттӑн чӗнсе илсе каланӑ: «Вӗрентекен кунта, Вӑл сана чӗнет». 29 Мария ҫакна илтсенех васкаса тӑнӑ та Ун патне кайнӑ. 30 Иисус ун чухне яла кӗмен пулнӑ-ха, Марфӑпа тӗл пулнӑ вырӑнтах тӑнӑ. 31 Мария хӑвӑрт тӑрса тухнине курсан пӳртре ӑна лӑплантарса ларнӑ иудейсем те ун хыҫҫӑн кайнӑ. Вӗсем Мария хӑй пиччӗшӗн тупӑклӑхӗ патне йӗме каять пулӗ тесе шухӑшланӑ. 32 Мария вара Иисус тӑракан вырӑна пынӑ. Иисуса курсан Ун умне ӳксе пуҫҫапса каланӑ: «Хуҫамӑр, Эсӗ кунта пулнӑ пулсан, пиччем вилмен пулӗччӗ!» 33 Мария та, пӗрле пынӑ иудейсем те хытӑ йӗнине курсан кӑмӑлӗ хуҫӑлнипе Иисус пӑлханса кайнӑ та 34 каланӑ: «Ӑҫта пытартӑр эсир ӑна?» «Хуҫамӑр, пырса пӑхсамччӗ», – тенӗ Ӑна. 35 Иисусӑн куҫӗсем шывланнӑ. 36 Ҫавӑн чухне иудейсем: «Курӑр-ха, епле юратнӑ Вӑл ӑна», – тенӗ. 37 «Вӑл суккӑр ҫынна куракан турӗ, – тенӗ хӑшӗ-пӗри. – Тен, Вӑл Лазаре те вилмелле мар тума пултарайӗччӗ?»

Иисус Лазаре чӗртсе тӑратни

38 Иисус, ҫаплах чун-чӗререн хурланса, Лазаре пытарнӑ тупӑклӑх патне пынӑ. Ту хӑвӑлӗн шӑтӑкне чулпа хупланӑ пулнӑ. 39 «Чулне куҫарса хурӑр-ха», – тенӗ Иисус. Вилнин йӑмӑкӗ, Марфа, Иисуса каланӑ: «Хуҫамӑр, ӑна тупӑклӑха хуни тӑватӑ кун иртрӗ, виле шӑрши те тухнӑ ӗнтӗ». 40 «Ӗненсен, Турӑ мухтавне курӑн тесе каламарӑм-и-ха Эпӗ сана?» – тенӗ ӑна Иисус. 41 Вилнӗ ҫын выртакан ту хӑвӑлӗ умӗнчи чула илсен Иисус ҫӳлелле пӑхса каланӑ: «Аттем! Мана илтнӗшӗн тав тӑватӑп Сана. 42 Эсӗ Мана илтессе пӗлетӗп пулин те, ҫакна Эпӗ кунта тӑракан халӑхшӑн каларӑм. Мана Эсӗ янине ӗненччӗр терӗм». 43 Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус хыттӑн чӗннӗ: «Лазарь, тух!» 44 Вара вилнӗ тенӗ Лазарь алли-урине пирпе чӗркенипех, питне-куҫне тутӑрпа ҫыхнипех тухнӑ. «Чӗркени-ҫыхнине салтса илӗр, утма ан чӑрмантартӑр», – тенӗ ҫынсене Иисус.

Иисуса хирӗҫ тунӑ кавар

(Мф. 26:1-5; Мк. 14:1-2; Лк. 22:1-2)

45 Ҫавӑн чухне Мария патне пынӑ чылай иудей, Иисус тунӑ хӑвата курса, Ӑна ӗненме пуҫланӑ. 46 Хӑшӗсем тата фарисейсем патне кайса Иисус мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. 47 Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем хӑйсен канашне пухнӑ. «Мӗскер тумалла-ши? – канашланӑ вӗсем. – Ку Ҫын нумай хӑват кӑтартать. 48 Каплипех хӑварсан Ӑна пурте ӗненме пуҫлӗҫ. Вара Рим ҫыннисем килӗҫ те – пирӗн Турӑ Ҫуртне аркатӗҫ, пирӗн халӑха пусмӑрлӗҫ». 49 Вӗсенчен пӗри, ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ Каиафа, вӗсене каланӑ: «Эсир ним те ӑнланмастӑр. 50 Пӗтӗм халӑх пӗтнинчен пӗри халӑх ырлӑхӗшӗн пӗтни хамӑршӑнах лайӑх пуласси пирки ӑнланмастӑр-им?» 51 Ҫак сӑмахсене вӑл хӑй ячӗпе каламан, ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ май, Иисус халӑхшӑн вилессе вӑл малтанах каласа хунӑ. 52 Унтан та ытларах, Иисус пӗр ҫак халӑхшӑн ҫеҫ мар, сапаланса кайнӑ Турӑ ачисене пӗр ҫӗре пуҫтарассишӗн те вилессе Каиафа пророкла систернӗ. 53 Ҫав кунран вара вӗсем Иисуса вӗлерме калаҫса татӑлнӑ. 54 Ҫавна пула Иисус иудейсем хушшинче пит курӑнсах ҫӳремен. Вӑл унтан пуш хир ҫывӑхӗнчи Ефраим хулине кайнӑ. Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле Иисус пӗр хушӑ ҫавӑнта пурӑннӑ.

55 Иудейсен пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Таврари чылай халӑх пасха умӗн тасалма Иерусалима пынӑ. 56 Ҫынсем, Иисуса шыраса, Турӑ Ҫуртӗнче тӑнӑ чухне пӗр-пӗринчен: «Мӗнле шухӑшлатӑр? Уява килет-ши Вӑл?» – тесе ыйтнӑ. 57 Аслӑ священниксемпе фарисейсем вара Иисуса тытас тесе ҫапла хушнӑ: «Вӑл ӑҫтине пӗлекенсен тӳрех пире систермелле».

12

Иисуса Вифанире ҫупа сӗрни

(Мф. 26:6-13; Мк. 14:3-9)

1 Пасха ҫитесси ултӑ кун юлсан Иисус Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Лазарь пурӑнакан Вифани ялне пынӑ. 2 Иисус пынӑ ятпа унта каҫхи апат хатӗрленӗ. Марфа хӑнасене пӑхнӑ. Иисуспа ларакансем хушшинче Лазарь те пулнӑ. 3 Ҫавӑнта Мария пӗр кӑкшӑма тултарса нардран тунӑ таса, хаклӑ йышши мирӑ илсе пынӑ. Унтан, Иисусӑн урине ҫупа сӗрсе, ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ. Пӳрчӗпех ырӑ мирӑ шӑрши сарӑлнӑ. 4 Вӗренекенӗсенчен пӗри, кайран Иисуса тытса панӑ Иуда Искариот, Симон ывӑлӗ , ҫавӑнта пулнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ: 5 «Ку ҫӑва виҫ ҫӗр динарийлӗх сутса укҫине чухӑнсене валеҫсе памалла марччӗ-и?» 6 Ҫакна вӑл чухӑнсемшӗн куляннипе мар, хӑй вӑрӑ пулнӑран каланӑ. Ун ҫумӗнче ӗненекенсене пулӑшмалли укҫа арчи пулнӑ, унта янӑ укҫасене вӑл хӑй валли те илкеленӗ. 7 «Ан чӑрмантарӑр ӑна, – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус. – Вӑл ку ҫӑва Мана пытарас кун валли усрать. 8 Чухӑнсем сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ яланах пулас ҫук».

9 Иисус ӑҫтине пӗлнӗ иудейсем ҫавӑнта йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Иисуса кӑна мар, Вӑл вилӗмрен чӗртнӗ Лазаре те курасшӑн пулнӑ. 10 Вара аслӑ священниксем Лазаре те вӗлерес тесе кавар тунӑ. 11 Мӗншӗн тесен Лазаре пула унта пыракан чылай иудей Иисуса ӗненме пуҫланӑ.

Иисус Христос Иерусалима кӗни

(Мф. 21:1-11; Мк. 11:1-11; Лк. 19:28-40)

12 Тепӗр кунне пасха уявне пынӑ халӑх хушшинче Иерусалима Иисус та пырать текен хыпар сарӑлнӑ. 13 Вара ҫынсем, пальма турачӗсем илсе, Ӑна хирӗҫ тухнӑ. «Осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Израиль Патшине мухтав!» – тесе кӑшкӑрнӑ вӗсем. 14 Иисус, ҫамрӑк ашак тупса, ун ҫине утланнӑ. Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: 15 «Эй, Сион хӗрӗ , ан хӑра! Акӑ санӑн Патшу ҫамрӑк ашак ҫине утланса килет». 16 Мӗн пулса иртнине ҫав самантра Иисусӑн вӗренекенӗсем те ӑнланман. Каярахпа тин, Иисус мухтава тухсан, вӗсем Ҫырнинче Ун ҫинчен ҫапла каланине те, ҫав калани пурнӑҫланма хӑйсем Уншӑн мӗн тунине те астуса илнӗ. 17 Иисус Лазаре тупӑклӑхран чӗнсе кӑларнине, епле ӑна чӗртсе тӑратнине курнӑ-илтнӗ ҫынсем ҫавӑн ҫинчен ыттисене кала-кала кӑтартнӑ. 18 Ҫав хӑвата Иисус тунине илтнӗрен ӗнтӗ халӑх Ӑна хирӗҫ тухнӑ. 19 «Куратӑр-и, нимӗн те тӑваймастпӑр, пӗтӗм тӗнче Ун хыҫҫӑн каять», – тесе калаҫнӑ хӑйсем хушшинче фарисейсем.

Грексемпе тӗл пулни

20 Уява Турра пуҫҫапма пынисем хушшинче грексем те пулнӑ. 21 Вӗсем Филипа ҫапла тархасланӑ: «Ырӑ ҫыннӑмӑр! Пирӗн Иисуса курас килет». Филипп Галилейӑри Вифсаида ҫынни пулнӑ. 22 Хайхи Филипп ҫавӑн ҫинчен Андрея кайса калать. Унтан вара вӗсем, Андрейпа иккӗшӗ, ҫавӑн ҫинчен Иисуса Хӑйне пӗлтереҫҫӗ. 23 Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Этем Ывӑлӗ мухтава тухас вӑхӑт ҫитрӗ. 24 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: тӑпрана ӳксен шӑтман тулӑ пӗрчи пӗр пӗрчӗ халлӗнех упранса юлать. Анчах та, хӑй пӗтсе шӑтса тухсан, тулли пучах пултарать. 25 Кам хӑйӗн пурӑнӑҫне юратать, ҫав ӑна пӗтерӗ. Кам ку тӗнчере хӑйӗн пурӑнӑҫне юратмасть, ҫав ӑна ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли упраса хӑварӗ. 26 Ман ирӗке тӑвакан Ман хыҫҫӑн пытӑр; Эпӗ ӑҫта – тарҫӑм та ҫавӑнтах пултӑр. Вара Ман ирӗке тӑвакана Аттем те хисеплӗ».

Иисус Хӑйӗн вилӗмӗ ҫинчен малтанах каласа хуни

27 «Халӗ Манӑн чунӑм пӑлханса кайрӗ. Мӗн калам-ши? „Аттем, Мана ҫак саманта курассинчен хӑтар!“ – теес-и? Анчах та Эпӗ шӑпах ҫак самантшӑн килнӗ. 28 Эй, Аттем! Хӑвӑн ятна мухтава кӑлар!» Ҫав вӑхӑтра ҫӳлтен: «Мухтава кӑлартӑм, татах та чаплӑлатӑп!» – тенӗ сасӑ илтӗннӗ. 29 Унта тӑракан халӑх та ҫав сасса илтнӗ. «Аслати пулчӗ пулас ку», – тенӗ пӗрисем. «Ангел Унпа калаҫрӗ», – тенӗ теприсем. 30 Ҫакнашкал калаҫнине илтсен Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ку сасӑ Маншӑн мар, сирӗншӗн пулчӗ! 31 Акӑ ӗнтӗ ҫак тӗнчене суд тӑвас вӑхӑт ҫитрӗ. Ӗнтӗ ҫак тӗнчерен унӑн пуҫлӑхне хӑваласа ярӗҫ. 32 Ҫӗр ҫинчен ҫӗкленсен, Эпӗ пурне те Хам патӑма пуҫтарӑп!» 33 Ҫак сӑмахсемпе Иисус Хӑй мӗнле вилӗмпе вилессе систернӗ. 34 «Христос ӗмӗр-ӗмӗр пуласса эпир саккун кӗнекинченех пӗлетпӗр, – тенӗ ҫынсем. – Епле тата Эсӗ „Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинчен ҫӗкленмелле“ тетӗн? Ҫав „Этем Ывӑлӗ“ текенни кам вара Вӑл?» 35 Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫуттӑн сирӗнпе пуласси нумаях юлмарӗ. Ҫутӑ пур чухне, сире тӗттӗм хупӑрличчен, ҫӳресе юлӑр. Мӗншӗн тесен тӗттӗмре ҫӳрекен хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест. 36 Ҫутӑ пур чухне ҫутта ӗненӗр, вара ҫутӑ ачисем пулӑр!»

Ҫак сӑмахсене каласан Иисус вӗсем патӗнчен кайса ҫухалнӑ.

Иудейсем ӗненменнин сӑлтавӗ

37 Иисус иудейсене тем тӗрлӗ хӑват кӑтартнӑ пулин те, вӗсем Ӑна ӗненмен. 38 Ҫапла вара Исаия пророк калани ҫитнӗ. «Эй, Хуҫа Туррӑмӑр, – тенӗ пулнӑ вӑл, – эпир каланине кам ӗненчӗ-ха? Хуҫа Туррӑмӑрӑн хӑвачӗ кама курӑнчӗ?» 39 Вӗсем ӗненме те пултарайман, ун пирки те Исаия пророках каланӑ: 40 «Ҫак халӑхӑн куҫӗ суккӑрланнӑ, чун-чӗри хытса ларнӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Вӑл пире сываттӑрччӗ тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ». 41 Ҫак сӑмахсене Исаия пророк Ун ҫинчен каланӑ, ӑна Христос мухтава тухасси курӑннӑ пулнӑ. 42 Ҫапах та Иисуса пуҫлӑхсенчен те чылайӑшӗ ӗненме пуҫланӑ; анчах вӗсем, фарисейсенчен хӑраса, синагогӑран уйӑрса ярасран шикленсе, хӑйсем ӗненнине палӑртман. 43 Мӗншӗн тесен вӗсем ҫын мухтанине Турӑ мухтавӗнчен ытларах юратнӑ.

Юлашки кун ҫитсессӗн Иисус сӑмахӗ айӑплӗ

44 Иисус кӑшкӑрсах каланӑ: «Мана ӗненекен Мана мар, Мана кунта Яракана ӗненет. 45 Мана куракан Мана кунта Яракана курать. 46 Эпӗ – ҫутӑ, Мана ӗненекенсенчен пӗри те тӗттӗмлӗхре ан юлтӑр тесе, Эпӗ тӗнчене килтӗм. 47 Кам та пулин Ман сӑмахӑма илтсен те Мана ӗненмесен, Эпӗ ӑна айӑпламастӑп. Мӗншӗн тесен Эпӗ тӗнчене айӑпламашкӑн мар, ҫӑлмашкӑн килнӗ. 48 Мана йышӑнман ҫынна, Ман сӑмахӑмсене хапӑл туман ҫынна суд тӑваканӗ пур ӗнтӗ. Юлашки кун ҫитсессӗн, ӑна Эпӗ каланӑ сӑмах айӑплӗ. 49 Мӗншӗн тесен Эпӗ Хамран каламастӑп, мӗн каламаллине тата мӗнле каламаллине Хама кунта яракан Аттем хушнипе калатӑп. 50 Эпӗ пӗлетӗп: Унӑн пил-хушӑвӗ – ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ. Ҫапла вара, Эпӗ кирек мӗн каласан та Аттем сӑмахне ҫеҫ калатӑп».

13

Вӗренекенӗсен урисене ҫуни

1 Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Ку тӗнчерен Ашшӗ патне каяс вӑхӑчӗ ҫитсе пынине Иисус пӗлнӗ. Ку тӗнчери Хӑй хыҫҫӑн пыракансене Вӑл савнӑ, каяс умӗн вара Хӑйӗн тулли юратулӑхне пытарас темен. 2 Каҫхине Иисуспа вӗренекенӗсем апат ҫиме ларнӑ. Ҫавӑн чухне шуйттан Симон ывӑлӗн Иуда Искариотӑн чӗрине Иисуса сутас шухӑш кӗртнӗ. 3 Ашшӗ пӗтӗмпех Хӑйӗн аллине панине тата Хӑй Турӑ патӗнчен анса Турӑ патне каясса Иисус пӗлнӗ. 4 Ҫавӑнпа Вӑл сӗтел хушшинчен тухнӑ та, ҫиелти тумне хывса, пилӗкне ал шӑлли ҫыхнӑ. 5 Унтан ҫӑвӑнмалли савӑта шыв янӑ та, вӗренекенӗсен урисене ҫуса, пилӗкне ҫыхнӑ ал шӑллипе шӑла пуҫланӑ. 6 Петр текен Симон патне ҫитсен, лешӗ тӗлӗнсе кайнипе ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ ман урана ҫӑвасшӑн-и?» 7 «Эпӗ мӗн тунине эсӗ халӗ пӗлейместӗн-ха, кайран ӑнланса илӗн», – тесе хуравланӑ Иисус. 8 «Ӗмӗрне те ҫутармастӑп!» – хирӗҫленӗ Ӑна Петр. «Эпӗ сан уруна ҫумасан, эсӗ Манпа пӗрлӗхлӗ пулаймӑн», – тенӗ ӑна Иисус. 9 «Хуҫамӑр! Эппин урама кӑна мар, аллӑмпа пуҫӑма та ҫуса яр», – тенӗ Ӑна Петр текен Симон. 10 «Ҫӑвӑннӑ ҫын ахалех таса, – тенӗ ӑна Иисус, – ҫавӑнпа унӑнне урине кӑна ҫумалла. Эсир те таса, анчах пурте мар». 11 Пурте мар тесе Вӑл Хӑйне тытса паракана малтанах пӗлнӗрен каланӑ.

12 Вӗренекенӗсен урисене ҫусан, Хӑйӗн тумне тӑхӑнса, Вӑл каллех сӗтел хушшине ларнӑ. «Эпӗ сирӗншӗн мӗн тунине ӑнлантӑр-и? – ыйтнӑ вара Вӑл. 13 – Эсир Мана Вӗрентекен тетӗр, Хуҫамӑр тетӗр. Тӗрӗсех калатӑр, Эпӗ, чӑнах та, сирӗн Вӗрентекенӗр тата Хуҫӑр. 14 Ҫапла вара, Эпӗ, сирӗн Хуҫӑр тата Вӗрентекенӗр, урӑрсене ҫурӑм пулсан, сирӗн те пӗр-пӗрин урисене ҫумалла. 15 Сирӗн те Ман пекех тумалла тесе Эпӗ сире тӗслӗх кӑтартрӑм. 16 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: чура хӑй хуҫинчен аслӑ мар, ӗҫпе янӑ ҫын та хӑйне яраканнинчен аслӑ мар. 17 Ҫаксене пӗлсе пурнӑҫласа тӑрсан эсир телейлӗ пулӑр. 18 Сирӗн ҫинчен пурин пирки те каламастӑп. Хам суйласа илнисене Эпӗ пӗлетӗп. Ҫырнинче „Манпа пӗрле ҫӑкӑр ҫиекенех Мана хирӗҫ тӑчӗ“ тесе калани пурнӑҫлантӑр ӗнтӗ. 19 Ӗҫӗ пулса иртичченех Эпӗ ун ҫинчен ахальтен каламастӑп. Ӗҫӗ пурнӑҫлансан Эпӗ Христос иккенне ӗненччӗр тесе калатӑп. 20 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам Эпӗ янӑ ҫынна йышӑнать, ҫав Мана хапӑл тӑвать. Кам Мана хапӑл тӑвать, ҫав Мана кунта Яракана йышӑнать».

Хӑйне Иуда тытса парасси ҫинчен калани

(Мф. 26:20-25; Мк. 14:17-21; Лк. 22:21-23)

21 Ҫак сӑмахсене каласан Иисусӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ. «Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – уҫҫӑнах пӗлтернӗ Вӑл, – сирӗнтен пӗри Мана тытса парӗ». 22 Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем, Вӑл кам ҫинчен каланине ӑнкараймасӑр, пӗр-пӗрин ҫине кӑн-кан пӑхса илнӗ. 23 Иисусӑн вӗренекенӗсенчен пӗри вара, Вӑл юратни, Унӑн хулпуҫҫийӗ ҫумне сӗвеннӗ. 24 Петр текен Симон, Вӑл кам ҫинчен каланине ыйтса пӗл-ха тесе, ӑна аллисемпе паллӑ кӑтартнӑ. 25 Лешӗ вара Иисус ҫумнерех ҫыпӑҫса: «Хуҫамӑр! Сутаканӗ хӑшӗ пулӗ?» – тесе ыйтнӑ. 26 «Ҫӑкӑр татӑкне кама пуҫса парӑп, ҫавӑ», – тавӑрнӑ Иисус. Унтан Вӑл ҫӑкӑр татӑкне пуҫса Симон ывӑлне Иуда Искариота панӑ. 27 Ҫав ҫӑкӑр татӑкне илнӗ хыҫҫӑнах Иуда ӑшне шуйттан кӗнӗ. «Тума пуҫланине хӑвӑртрах туса пӗтер», – тенӗ ӑна Иисус. 28 Вӑл Иудӑна мӗншӗн ҫапла каланине сӗтел хушшинче ларакансенчен пӗри те ӑнланса илеймен. 29 Укҫа арчи Иудӑра пулнӑран хӑш-пӗр вӗренекенӗсем: «Иисус ӑна уяв тӗлне хамӑра мӗн кирлине илме хушать пулӗ. Е ыйткалакансене мӗн те пулин пама калать-ши?» – тесе шухӑшланӑ. 30 Ҫӑкӑр татӑкне илсенех Иуда тӑрса тухса кайнӑ. Вӑхӑчӗ ӗнтӗ ҫӗрлене кайнӑ.

Ҫӗнӗ пил-хушу

31 Иуда тухса кайсан Иисус каланӑ: «Паянтан Этем Ывӑлӗ мухтава тухрӗ, Ун урлӑ Турӑ та мухтава тухрӗ. 32 Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ мухтава тухрӗ пулсан, Турӑ та Хӑй урлӑ Ывӑлне мухтава кӑларӗ, часах мухтава кӑларӗ. 33 Ачамсем! Манӑн сирӗнпе пуласси нумай мар. Кайран эсир Мана шырама пуҫлӑр. Иудейсене каланинех халӗ сире калатӑп: „Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр“. 34 Эпӗ сире ҫӗнӗ пил-хушу паратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр. Пӗр-пӗрне Эпӗ сире юратнӑ пекех юратӑр. 35 Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем пулнине сирӗн хушшӑрти юратулӑхран пӗлӗҫ».

Петр тунасса Иисус малтанах калани

(Мф. 26:31-35; Мк. 14:27-31; Лк. 22:31-34)

36 «Хуҫамӑр! Эсӗ ӑҫта каяс тетӗн?» – ыйтнӑ Петр текен Симон Иисусран. «Эпӗ каяс ҫӗре эсӗ халӗ пыраймӑн, – тенӗ Иисус, – анчах та каярахпа Ман хыҫӑмранах пырӑн». 37 «Хуҫамӑр! Мӗншӗн мана халӗ Сан хыҫӑнтан пыма юрамасть? Эпӗ Саншӑн чунӑма пама та хатӗр!» – тенӗ Ӑна Петр. 38 Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Чунӑма пама та хатӗр тетӗн-и? Чӑн-чӑнах калатӑп сана: автан авӑтичченех эсӗ виҫӗ хут Мана пӗлмӗш пулӑн».

14

Иисус – ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те

1 «Сирӗн кӑмӑлӑр ан пӑсӑлтӑр. Турра ӗненӗр, Мана та ӗненӗр. 2 Аттем ҫуртӗнче вырӑн нумай. Сахал пулсан: „Сирӗн валли вырӑн хатӗрлеме каятӑп. 3 Унта кайса сирӗн валли вырӑн хатӗрлесен каллех тавӑрӑнӑп. Вара сире, Хампа пӗрле пулччӑр тесе, Хам патӑма илӗп“, – тенӗ пулӑттӑм. 4 Эпӗ ӑҫта каяссине те, унта каймалли ҫулне те эсир пӗлетӗр», – тенӗ Иисус. 5 «Хуҫамӑр! Эсӗ ӑҫта каяссине эпир пӗлместпӗр, – тенӗ Ӑна Фома, – апла ҫулне пирӗн мӗнле пӗлес?» 6 «Ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те – Эпӗ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Ман урлӑ каймасан Аттем патне никам та ҫитеймӗ. 7 Эсир Мана пӗлнӗ пулсан Аттеме те пӗлӗттӗр. Паянтан вара эсир Ӑна пӗлтӗр кӑна мар, куртӑр та». 8 «Хуҫамӑр! Аттемӗре кӑтартсам, пире урӑх ним те кирлӗ мар», – тенӗ Ӑна Филипп. 9 Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Эх, Филипп, Эпӗ сирӗнпе мӗн чухлӗ пултӑм, ҫапах та эсӗ Мана пӗлейместӗн-и? Мана курни Аттене те курнӑ. Мӗншӗн-ха эсӗ тата: „Аттемӗре кӑтартсам“, – тетӗн? 10 Эпӗ Аттемре, Аттем Манра пулнине ӗненместӗн-им? Сире калакан сӑмахсене Эпӗ Хамран каламастӑп. Мӗн тӑвассине Манри Аттем Хӑй тӑвать. 11 Эпӗ Аттемре тенине те, Аттем Манра тенине те ӗненӗр. Каланине ӗненмесен ӗҫӗмсене курса ӗненӗр. 12 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен ҫын Эпӗ тӑвакан ӗҫех тӑвӗ, унтан та ытларах тума пултарӗ, мӗншӗн тесен Эпӗ Аттем патне каятӑп. 13 Эсир Ман ятӑмпа Аттемрен кирек мӗн ыйтсан та, Ывӑлӗ урлӑ Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр тесе, эсир мӗн ыйтнине пурнӑҫлӑп. 14 Ман ятӑмпа мӗн те пулин ыйтсан та Эпӗ ҫавна пурнӑҫлӑп».

Святой Сывлӑш ҫинчен калани

15 «Мана юрататӑр пулсан Манӑн пил-хушусене пӑхӑнса пурӑнӑр. 16 Эпӗ Аттеме тархаслӑп та, Вӑл сирӗн хута кӗме тепӗр Лӑплантаракана ярӗ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр сирӗнпе пӗрле пулӗ. 17 Ҫав Лӑплантаракан – чӑнлӑх Сывлӑшӗ. Тӗнче Ӑна курмасть те, пӗлмест те, ҫавӑнпа Ӑна йышӑнаймасть. Эсир вара Ӑна пӗлетӗр, мӗншӗн тесен Вӑл халӗ те сирӗнпе, малашне те сирӗнтех пулӗ. 18 Сире тӑлӑха хӑвармӑп, Эпӗ каллех килӗп. 19 Тӗнче Мана курми пуласси нумаях юлмарӗ. Эсир вара Мана яланах курса тӑракансем пулӑр; мӗншӗн тесен Эпӗ пурӑнатӑп, эсир те пурӑнӑр. 20 Эпӗ Аттемрине, эсир Манрине, Эпӗ сирӗн чунӑртине эсир ҫав кун пӗлӗр. 21 Кам Ман пил-хушусене асра тытса пурнӑҫласа тӑрать, ҫав Мана юратать. Мана юратакана Аттем те юратӗ. Мана савакана юратса, Эпӗ ун патне хамах пырӑп». 22 Вара Иуда – Искариот мар, урӑххи – Унран ыйтать: «Хуҫамӑр! Мӗншӗн Эсӗ Хӑвна тӗнчене мар, пире кӑтартасшӑн?» 23 Иисус ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Мана юратакан Эпӗ вӗрентнӗ пек пурӑнӗ; ӑна Аттем те юратӗ. Вара Эпир Аттепе ун патне пырӑпӑр та унпа пӗрле пулӑпӑр. 24 Мана юратманни Ман сӑмаха пурнӑҫламасть; эсир илтекен сӑмах вара Манӑн мар, Мана кунта яракан Аттемӗн. 25 Ҫакна Эпӗ сире хӑвӑрпа пӗрле чух калас терӗм. 26 Ман ятӑмпа Аттем сире Лӑплантаракан Сывлӑш ярса парӗ. Ҫав Святой Сывлӑш Эпӗ мӗн каланине сире пӗтӗмпех ӑнлантарса парӗ, пӗтӗмпех аса илтерӗ.

27 Эпӗ сире канӑҫлӑх парса хӑваратӑп, Хамӑн канӑҫлӑхӑма сире паратӑп. Анчах та вӑл ҫак тӗнчери канӑҫлӑх мар. Аптӑраса ан ӳкӗр, ан хӑрӑр! 28 „Сирӗн патӑртан кайӑп та каллех килӗп“ тесе каларӑм ӗнтӗ сире. Эсир ӑна илтрӗр. Эсир Мана юрататӑр пулсан, Эпӗ „Аттем патне каятӑп“ тенӗшӗн сирӗн савӑнмалла. Мӗншӗн тесен Аттем Манран хӑватлӑрах. 29 Ҫапла вара, мӗн калани пурнӑҫлансан ӗненччӗр тесе, Эпӗ сире ун ҫинчен малтанах пӗлтерес терӗм. 30 Ӗнтӗ Манӑн сирӗнпе калаҫасси нумаях юлмарӗ, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ килет. Вӑл Манпа хуҫаланаймӗ! 31 Анчах та тӗнчен Эпӗ Аттеме юратнине пӗлмеллех. Ҫавӑнпа та Эпӗ Аттем мӗн хушнине пӗтӗмпех тӑватӑп. Ӗнтӗ тӑрар та кунтан каяр».

15

Христос – чӑн-чӑн иҫӗм ҫырли авӑрӗ

1 Иисус тата ҫапла каланӑ: «Эпӗ – чӑн-чӑн иҫӗм ҫырли авӑрӗ, Аттем вара – пахчаҫӑ. 2 Ҫырла туман туратӑмсене Вӑл касса пӑрахать. Ҫырла тӑвакан туратсене Вӑл, ҫырли тата нумайрах пултӑр тесе, иртсех, тасатсах тӑрать. 3 Эсир ӗнтӗ ӳкӗтлесе вӗрентнӗ Манӑн сӑмахӑмпа тасалтӑр. 4 Эсир Манра пулӑр, Эпӗ сирӗнте пулам. Ҫырла авӑрӗнчен уйӑрнӑ турат ҫырла тӑваймӗ, ҫавӑн пекех эсир те, Манра пулмасан, ҫимӗҫ параймӑр. 5 Эпӗ – ҫырла авӑрӗ, эсир – туратсем. Эпӗ унра пулнӑ пекех, кам та кам Манра, ҫавӑ нумай ҫимӗҫ парать; мӗншӗн тесен Мансӑр эсир нимӗн те тӑваймӑр. 6 Кам Манра мар, ҫавна турата касса пӑрахнӑ пек касса пӑрахӗҫ те, вӑл типсе кайӗ. Типӗ туратсене вара пуҫтарса вута пӑрахаҫҫӗ те, вӗсем ҫунса каяҫҫӗ. 7 Эсир Манра пулсан Ман сӑмахӑмсем те сирӗн ӑшӑрта пулӗҫ. Вара мӗн ыйтас тенине ыйтӑр, ыйтнине сире парӗҫ. 8 Нумай ҫимӗҫ кӳнипе эсир Аттеме мухтава кӑларӑр, ҫапла майпа эсир Манӑн вӗренекенӗмсем пулӑр.

9 Эпӗ сире Хама Аттем юратнӑ пек юратрӑм. Манӑн юратулӑхӑмпа пурӑнӑр. 10 Эпӗ Аттем хушнине туса тӑнӑран Унӑн юратулӑхӗпе пурӑнатӑп. Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир те Ман юратулӑхӑмпа пурӑнӑр. 11 Ҫакна Эпӗ савӑнӑҫӑм сирӗн савӑнӑҫӑр пултӑр тесе, ҫав савӑнӑҫ тулли пултӑр тесе каларӑм. 12 „Эпӗ сире юратнӑ пекех, эсир те пӗр-пӗрне юратӑр“, – тесе пил-хушу паратӑп сире. 13 Хӑйӗн тусӗшӗн чунне панинчен ытларах юратулӑх пулма пултараймасть. 14 Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир Манӑн тусӑмсем пулатӑр. 15 Чура хӑйӗн хуҫи мӗн тунине пӗлмест, ҫавӑнпа Эпӗ ӗнтӗ сире чурамсем теместӗп. Хам Аттемрен мӗн илтнине Эпӗ сире пӗтӗмпех каласа патӑм, ҫавӑнпа сире тусӑмсем тетӗп. 16 Эсир Мана суйласа илмен, Эпӗ сире суйласа илтӗм. Эпӗ сире, тӗнчене тухса, пӗтми ҫимӗҫ паччӑр тесе суйларӑм. Вара эсир Аттемрен Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире парӗ. 17 Пӗр-пӗрне юратса пурӑнма пил-хушу паратӑп сире».

Тӗнче курайманни

18 «Тӗнче сире кураймасть пулсан, вӑл сирӗнтен те маларах Мана курайманнине пӗлсе тӑрӑр. 19 Эсир ҫак тӗнче ҫыннисем пулнӑ пулсан, хӑйӗн ҫыннисене тӗнче юратӗччӗ. Эпӗ сире тӗнчерен суйласа илсе уйӑрнӑ пирки эсир ҫак тӗнче ҫыннисем мар. Ҫавӑнпа та тӗнче сире кураймасть. 20 „Чура хӑйӗн хуҫинчен аслӑ мар“, – тенӗччӗ Эпӗ сире. Ҫав сӑмахсене асра тытӑр. Мана хӗсӗрлерӗҫ пулсан, сире те хӗсӗрлӗҫ. Манӑн сӑмахӑма упраса усрарӗҫ пулсан, сирӗнне те упрӗҫ. 21 Ҫавна сире йӑлтах Ман ятӑмшӑн тӑвӗҫ, мӗншӗн тесен тӗнче Мана кунта Яракана пӗлмест. 22 Эпӗ тӗнчене килмен пулсан, каламан пулсан, вӗсем хӑйсем ҫылӑхлине пӗлмӗччӗҫ. Халӗ вӗсем, ҫылӑхлӑскерсем, хӑйсене тӳрре кӑлараймӗҫ. 23 Кам Мана кураймасть, вӑл Аттеме те кураймасть. 24 Эпӗ вӗсене никам тӑвайман ӗҫсене туса кӑтартман пулсан вӗсем хӑйсем ҫылӑхлине пӗлмӗччӗҫ. Халӗ вӗсем Эп тунӑ ӗҫсене курчӗҫ, пурӗпӗрех Мана та, Аттеме те кураймаҫҫӗ. 25 Вӗсен саккунӗнче „Мана сӑлтавсӑрах кураймаҫҫӗ“ тесе ҫырни пурнӑҫланма ҫапла пулмалла та. 26 Эпӗ Аттемрен анакан чӑнлӑх Сывлӑшне сирӗн патӑра ярӑп. Ҫав Лӑплантаракан Сывлӑш сире Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенӗ пулӗ. 27 Эсир те Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенсем пулӑр, мӗншӗн тесен эсир мӗн пуҫламӑшӗнченех Манпа пӗрле».

16

1 «Ҫакна Эпӗ сире ӗненӳре ан иккӗленччӗр тесе каларӑм. 2 Сире синагогӑсенчен хӑваласа кӑларӗҫ. Турра юрӑхлӑ ӗҫ тӑватпӑр тесе шухӑшласах сире вӗлерӗҫ. Ҫав вӑхӑт ҫывхарать те ӗнтӗ. 3 Аттеме те, Мана та пӗлменрен вӗсем ҫапла хӑтланӗҫ. 4 Ҫакна Эпӗ сире ҫав вӑхӑт ҫитсен Ман сӑмахӑмсене аса илччӗр тесе каларӑм. Хам сирӗнпе пулнӑ пирки маларах ун ҫинчен пӗлтермерӗм».

Святой Сывлӑш килесси

5 «Халӗ ӗнтӗ Эпӗ Хама кунта Яракан патне каятӑп. Анчах сирӗнтен пӗри те: „Ӑҫта каятӑн?“ – тесе ыйтмасть. 6 Ҫакна каланӑран эсир хуйха ӳкнине куратӑп. 7 Анчах та Эпӗ чӑннине калатӑп: Эпӗ кайсан сире лайӑхрах пулӗ. Эпӗ каяс мар пулсан сирӗн патӑра Лӑплантаракан килмӗ. Кайсассӑн вара – Эпӗ ӑна сирӗн патӑра ярӑп. 8 Лӑплантаракан Сывлӑш килӗ те – ҫылӑх ҫинчен, тӗрӗслӗх ҫинчен, суд ҫинчен тӗнче тӗрӗс мар шутланине кӑтартса парӗ. 9 Сывлӑш ҫынсем ҫылӑхлӑ пулнине кӑтартса парӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Мана ӗненмеҫҫӗ. 10 Эпӗ тӳрӗ пулнине те Сывлӑш кӑтартса парӗ, мӗншӗн тесен Эпӗ Аттем патне каятӑп, эсир Мана урӑх кураяс ҫук. 11 Турӑ сучӗ пуррине те Сывлӑш кӑтартса парӗ, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчен пуҫлӑхне айӑпланӑ ӗнтӗ.

12 Калас сӑмахӑм татах нумай, анчах та эсир халӗ пурне те ӑнланаймӑр. 13 Чӑнлӑх ҫулне эсир чӑнлӑх Сывлӑшӗ килсен ҫеҫ тупӑр. Мӗншӗн тесен Вӑл Хӑй ячӗпе мар, мӗн илтнине калӗ, пуласлӑх ҫинчен пӗлтерӗ. 14 Сывлӑш Мана мухтава кӑларӗ, мӗншӗн тесен сире мӗн пӗлтерессине Вӑл Манран илӗ. 15 Аттемӗн мӗн пурри пӗтӗмпех Манӑн. „Манран мӗн илтнине сире Сывлӑш пӗлтерӗ“ тесе ҫавӑнпа каларӑм та».

Хуйхӑ савӑнӑҫпа ылмашӗ

16 «Кӗҫех ӗнтӗ эсир Мана кураймӑр. Тепӗртакран Мана каллех курӑр, мӗншӗн тесен Эпӗ Аттем патне каятӑп ». 17 Ҫавӑн чухне хӑш-пӗр вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «Мӗн тесшӗн ара Вӑл? „Кӗҫех ӗнтӗ эсир Мана кураймӑр. Тепӗртакран Мана каллех курӑр“, – тет. Тата: „Эпӗ Аттем патне каятӑп“ – тет. 18 „Кӗҫех ӗнтӗ“ тенине тата мӗнле ӑнланмалла-ши? Тем калать Вӑл, ним те ӑнланмастпӑр», – тенӗ вара вӗсем. 19 Хӑйӗнчен мӗн ыйтасшӑн пулнине пӗлсе Иисус ҫапла каланӑ: «Кӗҫех ӗнтӗ эсир Мана кураймӑр, тепӗртакран каллех курӑр, терӗм Эпӗ. Эсир пӗр-пӗринпе ҫавӑн ҫинчен калаҫатӑр-и? 20 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: эсир ӗсӗклесе йӗрӗр, ӳлесе макӑрӑр, анчах та тӗнче савӑнӗ. Эсир хуйха ӳкӗр, анчах та сирӗн хуйхӑр савӑнӑҫпа ылмашӗ. 21 Ача ҫуратнӑ чухне хӗрарӑм тертленет, мӗншӗн тесессӗн унӑн асап вӑхӑчӗ ҫитнӗ. Анчах та, ачине ҫуратсан, тӗнчене ҫын килнишӗн савӑннипе вӑл терчӗ ҫинчен манса каять. 22 Ҫавнашкалах эсир те халӗ тертленетӗр. Акӑ Эпӗ тепӗртакран сире курӑп та, сирӗн чӗрӗрсем савӑнӑҫпа тулӗҫ. Ҫав савӑнӑҫа сирӗнтен никам та туртса илеймӗ. 23 Ҫав кун вара эсир Манран нимӗн ҫинчен те ыйтмӑр. Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ман ятӑмпа Аттемрен кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире парӗ. 24 Халиччен эсир Ман ятӑмпа нимӗн те ыйтманччӗ-ха. Ыйтӑр – савӑнӑҫӑр тулли пултӑр тесе сире мӗн ыйтнине парӗҫ».

Христос тӗнчене ҫӗнтерни

25 «Халиччен Эпӗ сире ытарлӑн калаттӑм. Аттем ҫинчен уҫҫӑн калас вӑхӑт, ытарлӑхсем калама пӑрахас вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ. 26 Ҫав кун эсир Аттемрен Ман ятӑмпа ыйтӑр. Сирӗншӗн Аттеме тархаслӑп теместӗп, 27 мӗншӗн тесен эсир Мана юратнӑран, Эпӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненнӗрен сире Аттем Хӑй те юратать. 28 Эпӗ, Аттем патӗнчен тухса, тӗнчене килтӗм. Халӗ вара, тӗнчене хӑварса, каллех Аттем патне каятӑп». 29 «Акӑ Эсӗ халӗ ытарлӑн мар, уҫҫӑн калатӑн, – тенӗ Иисуса вӗренекенӗсем. 30 – Ӗнтӗ эпир Эсӗ йӑлтах пӗлсе тӑнине куратпӑр. Эпир ҫӑвар уҫичченех Эсӗ Хӑвӑнтан мӗн ыйтасса пӗлетӗн. Ҫавӑнпа Эсӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненетпӗр». 31 «Тинех ӗненетӗр-и? – тенӗ вӗсене Иисус. 32 – Акӑ эсир Мана пӗччен хӑварса тӗрлӗ еннелле саланас вӑхӑт ҫывхарать, ҫав вӑхӑт ҫитрӗ те ӗнтӗ. Анчах та Аттем Манпа пулнӑран Эпӗ пӗччен мар. 33 Ҫакна Эпӗ сире чун канӑҫлӑхне Манра тупӑр тесе каларӑм. Ку тӗнче сирӗншӗн хуйхӑ-суйхӑллӑ пулӗ, ҫапах ҫирӗп кӑмӑллӑ пулӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм».

17

Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн кӗлтуни

1 Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем! Вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: Хӑвӑн Ывӑлу Сана мухтава кӑлартӑр тесе Ывӑлна мухтава кӑлар. 2 Эсӗ Ӑна пур этемпе те пуҫ пулма ирӗк панӑ пекех, Вӑл та Эсӗ шанса панисене пурне те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ. 3 Сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, пӗлни тата Ху кунта янӑ Иисус Христоса пӗлни ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ пулать те ӗнтӗ. 4 Эпӗ ҫӗр ҫинче Сана мухтава кӑлартӑм, Эсӗ Мана тума хушнӑ ӗҫе пурнӑҫларӑм. 5 Эй, Аттем! Тӗнче пуличченех Сан патӑнта Эпӗ мухтавлӑччӗ. Халӗ Эсӗ Мана татах Хӑвӑн патӑнти мухтавлӑхна кӑтарт. 6 Эсӗ ҫак тӗнчери ҫынсене Мана патӑн. Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм. Вӗсем Санӑн ҫыннусемччӗ, Эсӗ вӗсене Мана патӑн. Вӗсем Санӑн сӑмахна упраса хӑварчӗҫ. 7 Эсӗ Мана пани пӗтӗмпех Санӑн иккенне халӗ ӗнтӗ вӗсем ӑнланса илчӗҫ. 8 Мӗншӗн тесен Эсӗ Мана панӑ сӑмахсене Эпӗ вӗсене патӑм. Ҫав сӑмахсене вӗсем йышӑнчӗҫ. Вара Эпӗ Сан патӑнтан килнине чӑнласах ӑнланчӗҫ, Мана Эсӗ янине ӗненчӗҫ. 9 Эпӗ вӗсемшӗн тархаслатӑп. Пӗтӗм тӗнчешӗн мар, Эсӗ Мана панисемшӗн кӗлтӑватӑп, мӗншӗн тесен вӗсем – Санӑн. 10 Манӑн мӗн пурри те – Санӑн. Санӑнни те – Манӑн. Вӗсене пула Эпӗ мухтавлӑ пултӑм. 11 Эпӗ ӗнтӗ тӗнчере мар, вӗсем вара тӗнчерех-ха. Эпӗ Сан патна пыма тухатӑп. Эй, Святой Аттем! Вӗсем те Пирӗн пекех пӗр пулччӑр тесе Эсӗ Мана панӑ Хӑвӑн ятупа вӗсене упрасамччӗ. 12 Эпӗ вӗсемпе пӗрле тӗнчере чухне Эсӗ панисенчен пӗри те вилмерӗ. Ҫырнинчи пурнӑҫлантӑр тесе, пӗтеслӗх ывӑлӗсӗр пуҫне, ыттисене Эпӗ пурне те Санӑн ятупа упраса хӑвартӑм. 13 Халӗ ӗнтӗ Сан патна пыратӑп. Манӑн тулли савӑнӑҫӑмпа вӗсен чӗрисем тулччӑр тесе ҫакна Эпӗ тӗнчере чухне калатӑп. 14 Эпӗ Сан сӑмахна вӗсене каласа патӑм. Вӗсем те Ман пекех ку тӗнче ҫыннисем пулманран тӗнче вӗсене курайми пулчӗ. 15 Эсӗ вӗсене ку тӗнчерен илсемччӗ тесе кӗлтумастӑп, усал-тӗселтен сыхласа хӑварсамччӗ тесе кӗлтӑватӑп. 16 Вӗсем те Ман пекех ку тӗнче ҫыннисем мар. 17 Вӗсене Хӑвӑн чӑнлӑхупа сӑвапласа тасат: Санӑн сӑмаху – чӑнлӑх. 18 Эсӗ Мана тӗнчене янӑ пекех, Эпӗ те вӗсене тӗнчене ятӑм. 19 Вӗсем те Санӑн чӑнлӑхупа тасалччӑр тесе Хама Эпӗ вӗсемшӗн паратӑп. 20 Вӗсемшӗн анчах кӗлтумастӑп. Вӗсен сӑмахне итлесе Мана ӗненекен кашни ҫыншӑн кӗлтӑватӑп. 21 Пурте пӗр пулччӑр. Эй, Аттем, Эсӗ Манра пулнӑ пек, Эпӗ Санра пулнӑ пек, вӗсем те Пирӗнте пӗр пулччӑр тесе, Мана Эсӗ янине тӗнче ӗнентӗр тесе кӗлтӑватӑп. 22 Эпир пӗр пулнӑ пек, вӗсем те пӗр пулччӑр тесе, Эсӗ Мана панӑ мухтава вӗсене патӑм. 23 Эпӗ – вӗсенче, Эсӗ те – Манра. Вӗсем те чӑннипех пӗр пулччӑр. Мана Эсӗ янине тата Эсӗ вӗсене Мана юратнӑ пекех юратнине тӗнче пӗлтӗр. 24 Эй, Аттем! Эсӗ Мана панисем те Эпӗ ӑҫта, ҫавӑнта Манпа пӗрлех пулччӑр. Эсӗ Мана тӗнчене пултаричченех юратса панӑ мухтава вӗсем те курччӑр. 25 Эй, тӳрӗлӗхлӗ Аттем! Тӗнче Сана пӗлмерӗ, анчах та Эпӗ Сана пӗлтӗм. Кусем те Мана Эсӗ янине пӗлчӗҫ. 26 Вара Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм. Эсӗ Мана юратни те вӗсенче пултӑр тесе, ҫапла майпа Эпӗ те вӗсенче пулам тесе, малашне те вӗсене пӗлтерсех тӑрӑп».

18

Иисуса тытни

(Мф. 26:47-56; Мк. 14:43-50; Лк. 22:47-53)

1 Кӗлӗ туса пӗтерсен Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Кедрон айлӑмӗн тепӗр енне кайнӑ, унта сад пулнӑ. Иисус вӗренекенӗсемпе пӗрле ҫав сада кӗнӗ. 2 Иисус унта Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе час-часах ҫӳрекеленӗ, ҫавӑнпа вӑл вырӑн пирки Ӑна тытса паракан Иуда та пӗлнӗ. 3 Ҫапла вара, Иуда пӗр ушкӑн салтака тата аслӑ священниксемпе фарисейсен тарҫисене ертсе унта пынӑ. Пурте вӗсем хунарсемпе ҫутаткӑҫсем йӑтнӑ, хӗҫсемпе пулнӑ. 4 Иисус, Хӑйӗнпе мӗн пуласса йӑлтах пӗлсе тӑрса, вӗсене хирӗҫ тухнӑ та ҫапла каланӑ: «Кама шыратӑр?» 5 «Назорей Иисуса», – тенӗ лешсем. «Эпӗ-ха Вӑл», – тенӗ Иисус. Ӑна тытса паракан Иуда та ҫав ушкӑнрах тӑнӑ. 6 Иисус «Эпӗ-ха Вӑл» тенине илтсессӗнех вӗсем каялла чакнӑ та, ӳксе, ҫӗр ҫумне лӑпчӑннӑ. 7 Вӑл вӗсенчен каллех: «Кама шыратӑр?» – тесе ыйтнӑ. «Назорей Иисуса», – тенӗ лешсем. 8 «Эпӗ-ха Вӑл тесе каларӑм-ҫке сире, – тавӑрнӑ Иисус. – Мана шыратӑр пулсан эппин ыттисене ан тивӗр, вӗсене кайма ирӗк парӑр». 9 Ҫапла майпа „Эсӗ Мана панисене Эпӗ пурне те упраса хӑвартӑм“ тесе маларах калани пурнӑҫланнӑ. 10 Петр текен Симонӑн хӗҫ пулнӑ. Вӑл хӗҫне туртса кӑларнӑ та аслӑ священник чури ҫине сулса ярса унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ. Ҫав чура Малх ятлӑ пулнӑ. 11 «Хӗҫне йӗннине чиксе хур, – тенӗ Иисус Петра. – Аттем панӑ асап куркине Манӑн ӗҫмелле марччӗ-им вара?»

12 Унтан салтаксемпе пинпӳ тата иудейсен тарҫисем Иисуса тытса ҫыхнӑ. 13 Ӑна малтанах Анна патне илсе пынӑ. Анна вӑл ҫав ҫул аслӑ священникра ларакан Каиафӑн хуньӑшӗ пулнӑ. 14 «Халӑх ырлӑхӗшӗн пӗр ҫын пӗтни лайӑхрах» тесе иудейсене маларах канаш параканни шӑпах ҫав Каиафа пулнӑ.

Петр Иисуса пӗлмӗш пулни

(Мф. 26:69-70; Мк. 14:66-68; Лк. 22:55-57)

15 Иисус хыҫӗнчен Петр текен Симонпа тепӗр вӗренекенӗ пынӑ. Ҫав вӗренекенне аслӑ священник палланӑ, ҫавӑнпа вӑл Иисуспа пӗрле аслӑ священник картишне кӗме пултарнӑ. 16 Петр тулта, хапха умӗнче, тӑнӑ. Кӑштахран аслӑ священник палланӑ хайхи вӗренекен тухнӑ та, хапха асӑрхаса тӑракан хӗрарӑмпа калаҫса илсе, Петра та шала кӗртнӗ. 17 Вара ҫав хӗрарӑм чура Петра каланӑ: «Эсӗ те Ҫак Ҫыннӑн вӗренекенӗ мар-и-ха?» «Ҫу-ук», – тавӑрнӑ Петр. 18 Ҫанталӑк сивӗ пулнӑран тарҫӑсемпе чурасем вут хурса ӑшӑнса тӑнӑ. Петр та вӗсемпе пӗрле пулнӑ.

Аслӑ священник Иисуса тӗпчени

(Мф. 26:59-66; Мк. 14:55-64; Лк. 22:66-71)

19 Аслӑ священник Иисусран Унӑн вӗренекенӗсем ҫинчен, Унӑн вӗрентӗвӗ ҫинчен ыйтнӑ. 20 «Эпӗ пӗтӗм халӑха уҫҫӑнах вӗрентрӗм, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сӑмахӑма иудейсем ялан пуҫтарӑнакан синагогӑсенче, Турӑ Ҫуртӗнче каларӑм, вӑрттӑн нимӗн те вӗрентмен. 21 Эсӗ мӗншӗн Манран ыйтатӑн? Эпӗ мӗн каланине итленӗ ҫынсенчен кайса ыйт. Эпӗ мӗн вӗрентнине вӗсем пӗлеҫҫӗ». 22 Ҫак сӑмахсене илтсен юнашар тӑракан тарҫӑсенчен пӗри Ӑна питӗнчен ҫупса янӑ. «Эсӗ аслӑ священника ҫапла хуравлатӑн-и-ха?» – тенӗ вӑл. 23 «Эпӗ тӗрӗс мар каларӑм пулсан мӗн тӗрӗс маррине ӑнлантарса пар, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Эпӗ тӗрӗсех каларӑм пулсан эсӗ Мана мӗншӗн ҫапатӑн?» 24 Анна вара Иисуса, ҫыхнӑскере, Каиафа ятлӑ аслӑ священник патне илсе кайма хушнӑ.

Петр каллех Иисуса пӗлмӗш пулни

(Мф. 26:71-75; Мк. 14:69-72; Лк. 22:58-62)

25 Петр текен Симон кӑвайт умӗнчех ӑшӑнса тӑнӑ. «Эсӗ те Унӑн вӗренекенӗ мар-и-ха?» – ыйтнӑ унран ҫавӑнта татах. «Ҫук, ҫук», – тунса каланӑ Петр. 26 Аслӑ священникӑн чурисенчен пӗри, хайхи хӑлхине Петр касса татнин тӑванӗ, ҫапла ыйтнӑ: «Эпӗ сана садра Унпа пӗрле курманччӗ-и-ха?» 27 Петр каллех Иисуса пӗлмӗш пулнӑ. Ҫав самантра автан авӑтса янӑ.

Иисус Пилат патӗнче

(Мф. 27:1-2, 11-14; Мк. 15:1-5; Лк. 23:1-5)

28 Ирпе ирех иудейсем Иисуса Каиафа патӗнчен преторине илсе пынӑ. Ирсӗрленес мар тесе вӗсем преторине кӗмен, мӗншӗн тесен хӑйсен йӑлипе каҫхине пасха апачӗ ҫимелле пулнӑ. 29 Ҫавӑнпа та Пилат хӑй вӗсенчен тухса ыйтнӑ: «Эсир Ку Ҫынна мӗн пирки айӑплатӑр?» 30 Вӗсем ӑна хуравланӑ: «Вӑл усал ӗҫ туман пулсан, эпир Ӑна сана тытса памӑттӑмӑр». 31 «Эсир Ӑна илсе кайӑр та хӑвӑр саккунӑрпа суд тӑвӑр», – тенӗ Пилат. «Пирӗн ҫынна вӗлермеллех айӑпламалли ирӗк ҫук», – тавӑрнӑ ӑна иудейсем. 32 Ҫапла Иисус Хӑй мӗнле вилӗмпе вилесси ҫинчен малтанах калани пурнӑҫланнӑ. 33 Пилат вара каллех преторине кӗнӗ те Иисуса чӗнсе илсе каланӑ: «Эсӗ Иудея Патши-и?» 34 «Эсӗ ху ҫапла шутлатӑн-и е ҫын сӑмахӗпе Ман пирки ҫапла калатӑн?» – ыйтнӑ Иисус. 35 «Эпӗ иудей-и-мӗн? – хирӗҫленӗ Пилат. – Сана Хӑвӑн халӑхупа аслӑ священник ман алла тытса пачӗҫ. Мӗн тунӑ вара Эсӗ?» 36 Иисус ҫапла тавӑрнӑ: «Манӑн Патшалӑхӑм ҫак тӗнчери мар. Манӑн Патшалӑхӑм ҫак тӗнчери пулсан, Мана пӑхӑнса тӑракансем Манӑн хӳтте кӗнӗ пулӗччӗҫ, иудейсене тыттармӗччӗҫ. Анчах та халӗ Манӑн Патшалӑхӑм кунта мар». 37 «Эппин Эсӗ Патшах-и?» – тенӗ Ӑна Пилат. «Эпӗ Патша тесе эсӗ каларӑн, – тавӑрнӑ Иисус. – Эпӗ чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтерме ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ. Чӑнлӑхлӑ кашни ҫын Ман сасса итлет». 38 «Мӗн вӑл чӑнлӑх?» – тенӗ Ӑна Пилат.

Иисуса вӗлерме ыйтни

(Мф. 27:15-31; Мк. 15:6-20; Лк. 23:13-25)

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл каллех иудейсем патне тухнӑ та каланӑ: «Ку Ҫынна айӑплама эпӗ нимӗнле сӑлтав та тупмастӑп. 39 Сирӗн йӑлӑрпа манӑн пасха уявӗ тӗлне тӗрмери пӗр ҫынна кӑларса яма ирӗк пур. Эсир хирӗҫ мар пулсан, Иудея Патши текеннине кӑларса ярӑп». 40 Вара пурте каллех: «Ӑна мар, Вараввӑна кӑларса яр!» – тесе кӑшкӑрнӑ. Варавва ятли вӑрӑ-хурах пулнӑ.

19

1 Пилат вара Иисуса хурал аллине панӑ та хӗнеме хушнӑ. 2 Салтаксем йӗплӗ кӳкен хуллинчен пуҫ кӑшӑлӗ ҫыхса ӑна Иисус пуҫне тӑхӑнтартнӑ, ҫине патшалла хӗрлӗ тум уртса янӑ. 3 «Сывӑ пултӑр иудейсен Патши!» – тесе вӗсем Иисуса ҫупа-ҫупа янӑ. 4 Пилат вӗсене каллех тухса каланӑ: «Вӑл айӑплӑ маррине пӗлтерме Ӑна эпӗ сирӗн патӑра кӑларттаратӑп». 5 Иисуса вара йӗплӗ кӳкен пуҫ кӑшӑлӗпе, вӑрӑм хӗрлӗ тумпа кӑларнӑ. «Акӑ вӑл Ҫын», – тенӗ вӗсене Пилат. 6 Аслӑ священниксемпе вӗсен тарҫисем Ӑна курсанах: «Пӑталаттар Ӑна, пӑталаттар!» – тесе кӑшкӑрнӑ. «Эпӗ Унра нимӗнле айӑп та тупмастӑп, тытӑр та хӑвӑр пӑталӑр», – тенӗ вӗсене Пилат. 7 «Пирӗн хамӑрӑн саккун, – тавӑрнӑ ӑна иудейсем. – Хӑйне Турӑ Ывӑлӗ тесе каланӑшӑн Ӑна пирӗн саккунпа вӗлермелле».

8 Ҫак сӑмахсене илтсен Пилат тата ытларах хӑраса ӳкнӗ. 9 Вӑл каллех преторине кӗнӗ те Иисусран ыйтнӑ: «Эсӗ ӑҫтисем пулатӑн?» Иисус нимӗн те каламан. 10 «Эсӗ манпа та калаҫасшӑн мар-и? – тенӗ вара Ӑна Пилат. – Пӗлместӗн-им, манӑн Сана пӑталаттарма та ирӗкӗм пур, кӑларса яма та ирӗкӗм пур». 11 «Ҫӳлтен паман пулсан санӑн Манпа пуҫ пулма нимӗнле ирӗк те пулас ҫукчӗ, – тавӑрнӑ Иисус, – ҫавӑнпа Мана сан аллуна тытса паракана ытларах ҫылӑх пулӗ». 12 Ҫак самантран пуҫласа Пилат Иисуса ирӗке кӑлармашкӑн май шыранӑ. «Ӑна ирӗке ярсан эсӗ императорӑн тусӗ те мар вара! Хӑйне хӑй патша тесе калакан кашни ҫын – император тӑшманӗ!» – тесе кӑшкӑрашнӑ иудейсем.

13 Ҫак сӑмахсене илтсен Пилат Иисуса преторирен илсе тухма хушнӑ, хӑй суд тумалли вырӑна ларнӑ. Чултан купаланӑ ҫак ҫӳллӗ вырӑна Лифостротон, еврейла Гаввафа, теҫҫӗ. 14 Ку ӗнтӗ пасха умӗнхи эрне кун, кӑнтӑрла тӗлнелле пулнӑ. «Акӑ сирӗн Патшӑр», – тенӗ Пилат иудейсене. 15 Анчах та вӗсем: «Атя, хӑвӑртрах пӑталаттар Ӑна!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ. «Епле-ха сирӗн Патшӑра пӑталаттарам?» – тенӗ Пилат. «Императорсӑр пуҫне пирӗн урӑх патша ҫук», – тавӑрнӑ аслӑ священниксем. 16 Вара тин Пилат вӗсене Иисуса пӑталама ирӗк панӑ. Ҫавӑнтах Иисуса тытса илсе кайнӑ.

Иисус Христоса пӑталани

(Мф. 27:32-44; Мк. 15:21-32; Лк. 23:26-43)

17 Иисус, Хӑйӗн хӗресне ҫӗклесе, «Пуҫ купташки» текен вырӑна ҫитнӗ, еврейла ӑна Голгофа теҫҫӗ. 18 Хӗрес ҫумне те Ӑна ҫавӑнтах пӑталанӑ. Унпа пӗрле тепӗр икӗ ҫынна пӑталанӑ; варринчи хӗрес ҫине – Иисуса, тепӗр иккӗшне вара Унран икӗ енне. 19 Хӗрес ҫумне тата хӑма татӑкӗ ҫапса хунӑ. Хӑми ҫине Пилат ҫапла ҫыртарнӑ пулнӑ: «Иудея Патши, Назорей Иисус». 20 Иисуса пӑталанӑ вырӑн хула хӗрринчех пулнӑ. Ҫавӑнпа хӗрес ҫине мӗн ҫырнине иудейсенчен нумайӑшӗ вуланӑ. Ҫырма вара еврейла, грекла тата латинла ҫырнӑ пулнӑ. 21 Иудейсен аслӑ священникӗсем Пилата ӳпкелешнӗ: «„Иудея Патши“ тесе мар, „Вӑл Хӑйне Иудея Патши тесе каланӑ“, – тесе ҫырмаллаччӗ». 22 «Эпӗ мӗнле ҫыртарнӑ, ҫаплах пултӑр», – тавӑрнӑ Пилат.

23 Иисуса хӗрес ҫумне пӑталасан салтаксем Унӑн тумтирне илсе тӑватӑ пая уйӑрнӑ. Кашни салтака пӗрер пай лекнӗ. Вӗсем Унӑн хитонне те илнӗ, ӑна вара ҫӗлемесӗр тӗртсе тунӑ пулнӑ. 24 Ҫавӑнпа вӗсем ҫапла калаҫса татӑлнӑ: «Хитонне ҫурас мар, шӑпа ярас: кама шӑпа тухать, ҫавӑ илтӗр». Ҫапла майпа Ҫырнинче «тумтирӗме илчӗҫ те хӑйсем хушшинче уйӑрчӗҫ, кӗпене вара шӑпа ярса валеҫрӗҫ» тесе калани пурнӑҫланнӑ. Салтаксем ҫавӑн пек тунӑ та. 25 Иисуса пӑталанӑ хӗрес патӗнче Унӑн Амӑшӗ, Амӑшӗн аппӑшӗ, Клеопа Марийи тата Мария Магдалина тӑнӑ. 26 Иисус Хӑйӗн Амӑшне тата ҫавӑнта тӑракан юратнӑ вӗренекенне асӑрхасан Амӑшне каланӑ: «Акӑ Санӑн ывӑлу». 27 «Акӑ санӑн Аннӳ», – тенӗ унтан вӗренекенне. Ҫав вӑхӑтран вара ҫак вӗренекен Иисус Амӑшне хӑй патне илнӗ.

Иисус Христос вилӗмӗ

(Мф. 27:45-56; Мк. 15:33-41; Лк. 23:44-49)

28 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус, пӗтӗмпех пурнӑҫланнине кура, Ҫырнинче калани пулса ҫиттӗр тесе, ҫапла каланӑ: «Ӑшӑм хыпрӗ». 29 Ҫавӑнта хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех тултарнӑ кӑкшӑм ларнӑ. Салтаксем ҫав шӗвеке сӑхтарнӑ мунчалана иссоп патакки вӗҫне тирсе Унӑн ҫӑварӗ патне илсе пынӑ.

30 Хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех тутанса пӑхсан Иисус каланӑ: «Мӗн пулмалли пулчӗ!» Вара Унӑн пуҫӗ лӑштӑрах усӑннӑ та, юлашки сывлӑшӗ тухнӑ. 31 Ку ӗҫ эрне кун пулнӑран иудейсем вилесене хӗрес ҫинче шӑмат кунччен – вӑл шӑмат кун иудейсен мӑн кунӗ пулнӑ – хӑварасшӑн пулман. Ҫавӑнпа вӗсем пӑталанӑ ҫынсен ури тунисене ҫапса ватса хӗрес ҫинчен антарма Пилатран ыйтнӑ. 32 Вара салтаксем пынӑ та Иисуспа пӗрле пӑталанисенне иккӗшӗнне те ури тунисене ҫапса ватнӑ. 33 Иисус тӗлне ҫитсен салтаксем Вӑл вилнине курнӑ та Унӑн урисене ватас темен. 34 Анчах та пӗр салтакӗ Ӑна аякӗнчен сӑнӑпа чикнӗ, ҫавӑнтах юнпа шыв юхса тухнӑ. 35 Сире ҫакна хӑй куҫӗпе хӑй курнӑ ҫын ҫирӗплетсе пӗлтерет, вӑл ҫирӗплетсе калани чӑн. Сире ӗнентересшӗн хӑй чӑн каланине вӑл пӗлет. 36 Ҫапла майпа Ҫырнинче «Унӑн пӗр шӑммине те ҫапса ватмӗҫ» тени пурнӑҫланнӑ. 37 Ҫырнинче тепӗр тӗлте ҫапла калани те пур: «Хӑйсем сӑнӑпа Чикни ҫине пӑхӗҫ».

Иисуса пытарни

(Мф. 27:57-61; Мк. 15:42-47; Лк. 23:50-56)

38 Каярахпа Аримафейӑра ҫуралса ӳснӗ Иосиф Иисус ӳтне хӗрес ҫинчен илме Пилатран ирӗк ыйтнӑ. Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ пулин те, иудейсенчен хӑранипе ҫакна Иосиф палӑртман. Пилат ӑна ирӗк панӑ. Вара вӑл Иисус ӳтне пырса илсе кайнӑ. 39 Иосифпа пӗрле тата пӗррехинче Иисус патне ҫӗрле вӑрттӑн пынӑ Никодим та пулнӑ. Вӑл икӗ пӑта яхӑн алоэпе смирна хутӑшӗ илсе пынӑ. 40 Ҫапла вара вӗсем иудейсен йӑлипе Иисус ӳтне ырӑ шӑршӑллӑ ҫу сӗрнӗ пирпе чӗркенӗ. 41 Иисуса пӑталанӑ вырӑнтан инҫех те мар сад ӳснӗ. Ҫав садра унччен пӗр виле те пытарман ҫӗнӗ тупӑклӑх пулнӑ. 42 Тепӗр кунне шӑмат кун – иудейсен канмалли кунӗ – пулнӑран тата тупӑклӑх ҫывӑх пулнӑран Иисуса ҫавӑнтах пытарнӑ.

20

Иисус чӗрӗлсе тӑни

(Мф. 28:1-10; Мк. 16:1-8; Лк. 24:1-12)

1 Эрнен малтанхи кунӗнче Мария Магдалина тул ҫутӑлса ҫитнӗ-ҫитменех тупӑклӑх патне пынӑ. Пӑхнӑ та – курах кайнӑ: шӑтӑка хупланӑ чула такам йӑвантарса янӑ. 2 Вара вӑл хӑвӑртрах Петр текен Симон патне тата Иисус юратнӑ тепӗр вӗренекен патне чупнӑ. «Хуҫамӑра тупӑклӑхран илсе кайнӑ, ӑҫта илсе кайнине те пӗлместпӗр», – тенӗ вӗсене Мария Магдалина. 3 Петрпа тепӗр вӗренекен ҫав самантрах тухнӑ та тупӑклӑх патне васканӑ. 4 Иккӗшӗ те пӗрлех чупма пуҫланӑ пулин те, леш вӗренекенӗ, Петртан хытӑрах чупса, Иисуса пытарнӑ вырӑна маларах ҫитнӗ. 5 Вӑл шӑтӑкран пӗшкӗнсе пӑхнӑ та пирсем выртнине асӑрханӑ. Ҫапах та хӑй шала кӗмен. 6 Петр текен Симон та ун хыҫҫӑн чупса ҫитнӗ. Вӑл тупӑклӑха кӗнӗ те унта Иисус ӳтне чӗркенӗ пирсем 7 тата Иисусӑн пуҫне витнӗ тутӑр выртнине кӑна асӑрханӑ. Чӗркенӗ тутӑр пирсенчен уйрӑм выртнӑ. 8 Вара тупӑклӑх патне маларах ҫитнӗ вӗренекенӗ те шала кӗнӗ, ҫаксене курсассӑн вӑл Хуҫамӑр вилӗмрен чӗрӗлнине ӗненнӗ. 9 Ҫырнинче Иисусӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла тесе каланине вӗсем ун чухне пӗлмен-ха. 10 Вара вӗренекенӗсем каллех хӑйсем патне тавӑрӑннӑ.

Иисус Мария Магдалинӑна курӑнни

(Мк. 16:9-11)

11 Мария тупӑклӑх умӗнче йӗрсе тӑнӑ. Ҫапла йӗре-йӗрех вӑл ҫӗр хӑвӑлне пӗшкӗнсе пӑхнӑ. 12 Вӑл унта шурӑ тумлӑ икӗ ангел ларнине курах кайнӑ. Пӗри Иисус выртнӑ тӗлте пуҫ вӗҫӗнче, тепри ура вӗҫӗнче ларнӑ. 13 «Эй, хӗрарӑм, мӗншӗн йӗретӗн?» – тенӗ ӑна ангелсем. «Хуҫама илсе кайнӑшӑн, Ӑна ӑҫта хунине те пӗлменшӗн йӗретӗп», – тенӗ вӗсене Мария. 14 Ҫапла каласан вӑл хыҫалалла ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та Иисус тӑнине курнӑ. Анчах та Мария Иисуса палласа илеймен. 15 «Эй, хӗрарӑм! Мӗншӗн йӗретӗн? Кама шыратӑн?» – тенӗ ӑна Иисус. Ку пахчаҫӑ пулӗ-ха тесе, Мария Ӑна ҫапла каланӑ: «Эй, ырӑ Ҫыннӑм! Эсӗ Унӑн ӳтне илсе кайнӑ пулсан, ӑҫта хунине каласамччӗ. Эпӗ Ӑна кайса илӗттӗм». 16 «Мария!» – тенӗ ӑна Иисус. Мария ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та: «Раввуни!» – тесе кӑшкӑрса янӑ. Ҫакӑ: «Вӗрентекен!» тенине пӗлтерет. 17 «Ман ҫума ан сӗртӗн, – тенӗ ӑна Иисус, – мӗншӗн тесен Эпӗ Хам Аттем патне ҫӗкленмен-ха. Эсӗ Манӑн ӗненекен тӑванӑмсем патне кай та ҫакӑн ҫинчен пӗлтер: Эпӗ Хамӑн Аттем патне, сирӗн Аҫӑр патне; Хамӑн Туррӑм патне, сирӗн Туррӑр патне ҫӗкленетӗп». 18 Мария Магдалина вӗренекенсем патне кайнӑ та: «Эпӗ Хуҫамӑра куртӑм!» – тесе хыпарланӑ. Иисус хӑйне мӗн каланине те вӑл йӑлтах каласа кӑтартнӑ.

Иисус вӗренекенӗсене курӑнни

(Мф. 28:16-20; Мк. 16:14-18; Лк. 24:36-49)

19 Ҫав вырсарни каҫах, вӗренекенӗсем иудейсенчен хӑранипе хӑйсем пуҫтарӑннӑ пӳрт алӑкне питӗрсе ларнӑ чухне, вӗсем хӑйсем хушшинче Иисус тӑнине курах кайнӑ. «Канӑҫлӑх пултӑр сире!» – тенӗ Вӑл. 20 Ҫапла каласан Иисус вӗсене Хӑйӗн алли-урине, аякне кӑтартнӑ. Хуҫамӑра курсан вӗренекенӗсем питӗ савӑнса кайнӑ. 21 «Канӑҫлӑх пултӑр сире! – саламланӑ вӗсене Иисус тепӗр хут. – Ӗнтӗ Аттем Мана сире вӗрентме янӑ пекех, Эпӗ те сире ыттисене вӗрентме яратӑп». 22 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус вӗсем ҫине вӗрнӗ те ҫапла каланӑ: «Манран ҫак Святой Сывлӑша йышӑнӑр. 23 Эсир камӑн ҫылӑхӗсене каҫарӑр, унӑн каҫарӑнӗҫ; камӑнне каҫармӑр, унӑн каҫарӑнмӗҫ». 24 Вун иккӗшӗнчен пӗри, Йӗкӗреш текен Фома, Иисус пӳрте кӗрсе тӑнӑ чухне унта вӗсемпе пулман. 25 «Эпир Хуҫамӑра куртӑмӑр!» – тенӗ ӑна ытти вӗренекенӗсем. «Пӑталасан суранланнӑ аллисене, аяк пӗрчисене тытса пӑхмасӑр ӗненместӗпех!» – тенӗ Фома ыттисене.

Иисуспа Фома

26 Тепӗр сакӑр кунран Унӑн вӗренекенӗсем каллех пӗр пӳртре пуҫтарӑннӑ. Фома та вӗсемпе пӗрлех пулнӑ. Ҫапла питӗрӗнсе ларнӑ чухне Иисус кӗрсе тӑнӑ та вӗсен умне тухса саламланӑ: «Канӑҫлӑх пултӑр сире!» 27 Унтан Фомана каланӑ: «Пӳрнӳсене тӑс-ха! Акӑ Манӑн аллӑмсем. Халӗ аллуна тӑсса Манӑн аякӑмри сурана сӗртӗн. Ан иккӗлен, ӗнен!» 28 «Хуҫам тата Туррӑм!» – теме ҫеҫ пултарнӑ Фома. 29 Иисус ӑна каланӑ: «Эсӗ Мана курсан тин ӗнентӗн. Курмасӑрах ӗненекенсем телейлӗ».

Ку кӗнекен тӗллевӗ

30 Хӑйӗн вӗренекенӗсене Иисус тата нумай хӑватсем туса кӑтартнӑ пулнӑ. Ку кӗнекере вӗсем пирки ҫырман. 31 Ҫаксене сире Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни, Турӑ Ывӑлӗ пулнине ӗнентересшӗн, ӗненсен Унӑн ячӗпе чӗрӗлӗхлӗ пулччӑр тесе ҫырнӑ.

21

Иисус вӗренекенӗсене Тивериада тинӗсӗ патӗнче курӑнни

1 Ҫавӑнтан кайран Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене Тивериада тинӗсӗ патӗнче каллех курӑннӑ. Ку ӗҫ ҫапла пулса иртнӗ. 2 Петр текен Симон, Йӗкӗреш текен Фома, Галилейӑри Кана ҫынни Нафанаил, Зеведей ывӑлӗсем тата Иисусӑн тепӗр икӗ вӗренекенӗ пӗрле пуҫтарӑннӑ. 3 «Эпӗ пулла каятӑп», – тенӗ вӗсене Петр текен Симон. «Эпир те пыратпӑр», – тенӗ ӑна ыттисем. Вара вӗсем кимӗ ҫине ларса тинӗсе тухнӑ. Анчах ҫав каҫ вӗсем нимӗн те тытайман. 4 Ирпе ирех Иисус вӗсене ҫыранта кӗтсе тӑнӑ, анчах вӗренекенӗсем Иисуса паллайман. 5 «Ачасем, сирӗн ҫимелли мӗн те пулин пур-и?» – тенӗ вӗсене Иисус. «Ҫук ҫав», – тавӑрнӑ вӗренекенӗсем. 6 «Сӗреке-тетелӗрсене кимӗрен сылтӑмарах пӑрахӑр-ха, вара кӗрӗ», – тесе каланӑ вӗсене Иисус. Ҫапла тусан туртса кӑлараймиех пулӑ кӗнӗ. 7 Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ вара Петра ҫапла каланӑ: «Ку – Хуҫамӑр вӗт-ха!» Петр текен Симон, ҫарамасскер, «Ку – Хуҫамӑр» тенине илтсен, ҫи-пуҫне пилӗк тавра ҫыхнӑ та шыва сикнӗ. 8 Ытти вӗренекенӗсем, тулли сӗреке-тетелӗсене сӗтӗрсе, киммипе ҫыран хӗрне ишсе пынӑ. Пуллине вӗсем ҫырантан инҫех те мар, пӗр ҫитмӗл хӑлаҫра, тытнӑ пулнӑ. 9 Ҫыран хӗррине тухсан вӗсем кӑвайт ҫуннине курнӑ. Тӗлкӗшекен кӑвар ҫине пулӑ хунӑ иккен. Унтах ҫӑкӑр та пулнӑ. 10 «Халӗ ӗнтӗ тытнӑ пуллӑра илсе килӗр», – тенӗ вӗсене Иисус. 11 Петр текен Симон кайнӑ та хайхи сӗреке-тетелсене ҫыран хӗррине сӗтӗрсе кӑларнӑ. Шултра пулӑ туллиех лекнӗ пулин те, сӗреки ҫурӑлса кайман. Пурӗ ҫӗр алӑ виҫӗ пулӑ кӗнӗ пулнӑ. 12 «Ҫиме килӗр», – тенӗ вӗсене Иисус. Ку Иисус пулнине пӗлсе вӗренекенӗсенчен пӗри те Унран: «Эсӗ Кам?» – тесе ыйтма хӑйман. 13 Иисус вӗсем патнерех пынӑ та ҫӑкӑрпа пулӑ илсе тыттарнӑ. 14 Ҫапла майпа, вилӗмӗнчен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене виҫҫӗмӗш хут курӑннӑ.

Иисуспа Петр

15 Ҫисе ларнӑ чухне Иисус Петр текен Симона каланӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана вӗсенчен те ытларах юрататӑн-и?» «Юрататӑп, Хуҫамӑр! – тенӗ Петр. – Эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху та пӗлетӗн». Иисус вара ӑна каланӑ: «Манӑн путекӗмсен кӗтӳҫи пул». 16 Иисус унран тата тепӗр хут ыйтнӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана юрататӑн-и?» «Юрататӑп, Хуҫамӑр! – тенӗ Петр. – Эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху та пӗлетӗн». Иисус ӑна каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсен кӗтӳҫи пул». 17 Виҫҫӗмӗш хут унран ыйтнӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана юрататӑн-и?» Хӑйӗнчен виҫҫӗмӗш хут ыйтнӑшӑн салхуланса Петр Ӑна ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ пӗтӗмпех пӗлетӗн. Эпӗ Сана юратнине те пӗлетӗн». Иисус каллех каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсен кӗтӳҫи пул. 18 Чӑн-чӑнах калатӑп сана: ҫамрӑк чухне эсӗ ху тумланаттӑн та каяс тенӗ ҫӗре каяттӑн. Анчах та ватӑлсан, аллусем лӑштӑрах кайсан, сана урӑххи тумлантарӗ те каяс килмен ҫӗре ҫавӑтса кайӗ». 19 Ҫак сӑмахсене Иисус Петр мӗнле вилессе, вилӗмӗпе те Турра мухтава кӑларасса систерсе каланӑ. «Ман хыҫҫӑн пыракан пул», – тенӗ унтан Вӑл Петра.

Иисуспа Унӑн юратнӑ вӗренекенӗ

20 Петр каялла ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та хӑйӗн хыҫҫӑн Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ пынине курнӑ. Ку шӑпах ӗнтӗ пӗррехинче, каҫхи апат вӑхӑтӗнче, Иисус кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнсе: «Хуҫамӑр, Сана тытса параканӗ кам пулӗ?» – тесе ыйтаканни пулнӑ. 21 Ҫав вӗренекене асӑрхасан Петр Иисусран: «Хуҫамӑр, ӑна вара мӗн пулӗ?» – тесе ыйтнӑ. 22 «Эпӗ ӑна Хам тепре киличченех пурӑнтарас тетӗп пулсан та, сана мӗн ӗҫ? – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Эсӗ Ман хыҫҫӑн пыракан пул». 23 Акӑ мӗншӗн ӗнтӗ юлташӗсем хушшинче ҫав вӗренекенӗ нихӑҫан та вилмест текен сас-хура сарӑлнӑ. Анчах та Иисус ун пирки нихӑҫан та вилмест тесе каламан, «Эпӗ ӑна Хам тепре киличченех пурӑнтарас тетӗп пулсан та, сана мӗн ӗҫ?» тесе ҫеҫ каланӑ пулнӑ.

Хыҫ сӑмах

24 Мӗн пулса иртни ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенӗ, ҫак йӗркесене ҫыраканӗ – шӑпах та ӗнтӗ ҫав вӗренекен. Вӑл ҫирӗплетсе пӗлтерни чӑн, ҫавна пурте пӗлсе тӑратпӑр. 25 Иисус татах тем те пӗр тунӑ. Ҫавсем ҫинчен тӗплӗн ҫырса кӑтартас пулсан, ҫырнӑ кӗнекесем тӗнчене те шӑнӑҫаяс ҫук тесе шутлатӑп. Аминь.