СӐВАПЛӐ ИАКОВ АПОСТОЛ МӖН ПУР ӖНЕНЕКЕНСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ҪЫРУ
1Саламлани
1 Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр чуринчен Иаковран – пӗтӗм тӗнчипе сапаланнӑ вун икӗ йӑха – салам!
Ӗненӳ тата ӑс
2 Эй, тӑвансем! Тӗрлӗ тӗрӗслеве савӑнса-хӗпӗртесе йышӑнӑр. 3 Ӗненӗвӗре тӗрӗслени хӑвӑра чӑтӑмлӑх кӳнине эсир пӗлетӗр. 4 Чӑтӑмлӑх сире аталантарӗ, вара эсир тулли пахалӑхлӑ, пӗр кӑлтӑксӑр пулӑр. 5 Ӑс ҫитейменни ӑна Турӑран тархасласа ыйттӑр – Турӑ паратех. Памаллине Турӑ пурне те ҫӑмӑллӑн, ӳпкевсӗр парать. 6 Анчах та Турра ӗненӳллӗн, иккӗленмесӗр тархасламалла. Мӗншӗн тесен иккӗленекен ҫын вӑл ҫил ҫӗклентерсе сапалакан тинӗс хумӗ евӗр. 7 Иккӗленекен ҫын пур тӗлӗшӗнчен те тӗрексӗр. Унашкалли Хуҫа Турӑран мӗн те пулин ыйтса илессе ан та шутлатӑр.
Чухӑнлӑхпа пуянлӑх
9 Чухӑн ӗненекен хӑйне Турӑ асла кӑларнӑшӑн савӑнтӑр. 10 Пуян ӗненекен те Турӑ хӑйне кӗҫӗне хӑварнӑшӑн савӑнтӑр, мӗншӗн тесен пуянлӑх уй-хир чечекӗ пек пӗтет. 11 Хӗвел тухать те, шӑрӑх ҫитет, курӑка ӗнтсе ярать. Курӑкӗ типет те, чечекӗ тӑкӑнать, унӑн илемӗ ҫухалать. Мулшӑн ҫунакан пуян та ҫавӑн пекех ҫухалать.
Тӗрӗслев тата илӗртӳ
12 Илӗртсе тӗрӗсленине тӳссе ирттерекен ҫын телейлӗ. Тивӗҫ пулсассӑн вӑл пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне илӗ. Хуҫамӑр ӑна Хӑйне юратакансене пама пулнӑ. 13 Илӗртсе тӗрӗсленӗ чухне никам та: «Турӑ мана тӗрӗслет», – тесе ан калатӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ усалпа ҫыхланмасть, Хӑй никама та илӗртсе тӗрӗслемест. 14 Кашниех хӑйӗн кӑмӑлӗ туртнипе, илӗртнипе улталанать. 15 Ҫылӑхлӑ кӑмӑл, пӗтӗленсе, ҫылӑх ҫуратать. Тунӑ ҫылӑх вара вилӗм ҫуратать.
16 Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Ан улталанӑр. 17 Кирек епле пархатар та, паха парне те ҫӳлтен, ҫутӑлӑх Ашшӗ патӗнчен анать. Турӑ вара яланлӑх, улшӑнми. 18 Хӑй пултарнисем хушшинче малтанхи аван ҫимӗҫсем пек пулччӑр тесе, Турӑ пире чӑнлӑх сӑмахӗпе Хӑйӗн ачисем тума шутланӑ.
Сӑмаха итлесси тата пурнӑҫласси
19 Ҫапла вара, савнӑ тӑвансем, калаҫнинчен ытларах итлеме тӑрӑшӑр, ҫилленме ан васкӑр. 20 Мӗншӗн тесен ҫилӗ этеме Турӑ тӳрӗлӗхӗнчен пӑрса ярать. 21 Эппин тӗрлӗ тасамарлӑхран, юлнӑ ҫилӗрен хӑтӑлӑр. Чунӑрсене ҫӑлма пултаракан ӳкӗт сӑмахне йӑвашшӑн ӑша хывӑр.
22 Сӑмаха итлекенсем ҫеҫ ан пулӑр, вӗсем хӑйсене хӑйсем улталаҫҫӗ кӑна. Эсир вара ҫав сӑмаха пурнӑҫлакансем пулӑр. 23 Мӗншӗн тесен сӑмаха итлекен, анчах сӑмах хушнӑ пек туман ҫын тӗкӗр ҫинче хӑйӗн сӑнне тинкерекен евӗр. 24 Вӑл хӑйне тӗкӗр ҫинче курать, анчах та тӗкӗр умӗнчен кайнӑ-кайман хӑй сӑнне манса каять. 25 Кам та кам Туррӑн паха саккунне, ирӗклӗх саккунне ӑша хывса пурнӑҫлать, ҫав хӑйӗн ӗҫ-пуҫӗнче телейлӗ пулӗ. Вӑл илтнине манакан мар, Турӑ сӑмахӗ хушнине туса тӑракан.
26 Сирӗнтен кам та кам Турра хисеплетӗп тет, анчах чӗлхине чармасӑр хӑйне хӑй улталать, вӑл Турра хисепленҫи кӑна тӑвать. 27 Кам та кам тӑлӑхсен, тӑлӑх арӑмсен хуйхи-суйхине ҫӑмӑллатма тӑрӑшать, хӑйне тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен упрать, ҫавӑ Атте Турӑ умӗнче таса та ҫитменлӗхсӗр, ҫавӑ Ӑна чӑнласах хисеплет.
2Ҫын камне пӑхассинчен асӑрхаттарни
1 Эй, тӑванӑмсем! Эсир, мухтавлӑ Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненекенсем, ҫынна кам пулнине кура ан хаклӑр. 2 Калӑпӑр, сирӗн пухӑва капӑр тумланнӑ, ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑннӑ ҫын пырать. Тата пухӑва начар ҫи-пуҫлӑ чухӑн та пырать. 3 Эсир капӑр тумланнӑ ҫынна асӑрхасан: «Сана ҫакӑнта ларсан лайӑхрах пулӗ», – тетӗр. Чухӑннине вара: «Эсӗ ҫавӑнта тӑр», е «Ман ура вӗҫне лар», – тетӗр. 4 Ҫапла туса эсир хӑвӑр ӑшӑрта пӗрисене теприсенчен ҫӳлерех хумастӑр-им? Тӗрӗс мар шухӑшлакан судьясем пулса тӑмастӑр-им?
5 Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Итлесемӗр мана: ӗненӳпе пуян пулмашкӑн Турӑ ҫак тӗнчери чухӑнсене суйласа илмен-им? Хӑйне юратакансене шантарнӑ Патшалӑха Турӑ чухӑнсене еткере парас темен-им? 6 Эсир вара чухӑна хапӑл тумастӑр. Сире пусмӑрлакансем пуянсем мар-им? Сире судсем тӑрӑх сӗтӗрекенсем те вӗсем мар-им? 7 Сире Христос ячӗпе чӗнеҫҫӗ. Ҫав ырӑ ята хурлакансем те вӗсемех мар-им? 8 «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат», – тенӗ Ҫырнинче. Енчен те эсир ҫак патшалла саккуна тытса пурӑнатӑр пулсан аван тӑватӑр. 9 Енчен те эсир ҫын камне пӑхатӑр пулсан ҫылӑха кӗретӗр, Турӑ саккунӗпе айӑплӑ пулатӑр. 10 Мӗншӗн тесен саккуна пӗтӗмӗшле пӑхӑнса пурӑнсан та, пӗр-пӗр пил-хушӑва пӑссан, эсир пӗтӗм саккуна пӑсатӑр. 11 «Мӑшӑрна ан ултала», – тесе Калаканниех тата: «Ан вӗлер», – тенӗ. Ҫавӑнпа та эсӗ мӑшӑрна улталамасан та, ҫын вӗлерсен, саккуна пӑсакан пулатӑн. 12 Эсир ӗнтӗ хӑвӑра ирӗклӗх паракан саккунпа айӑпланас ҫынсем пек калаҫӑр, пурӑнӑр. 13 Мӗншӗн тесен хӗрхенме пӗлменнисене Турӑ сучӗ те хӗрхенмӗ. Хӗрхенӳ вара судран та аслӑрах.
Ӗненӳ тата ӗҫсем
14 Эй, тӑванӑмсем! Ӗненетӗп текен, анчах ӗненӗвне ӗҫпе ҫирӗплетмен ҫынран мӗн усси? Ҫавнашкал ӗненӳ ӑна ҫӑлса хӑварӗ-и? 15 Ӗненекен тӑванӑн тӑхӑнмалли те, ҫимелли те ҫук пулсан, 16 сирӗнтен хӑшӗ те пулин ӑна мӗн кирлине памасӑрах: «Канӑҫлӑ каях, ӑшӑн тата ҫисе тӑран», – тенинчен мӗн усси? 17 Ӗненӳ те ҫавнашкалах, ӗҫпе ҫирӗплетмесен, хӑй халлӗн кӑна – вилӗ.
18 Анчах кам та пулин ҫапла калама пултарать: «Пӗрин ӗненӗвӗ пур, теприн – ӗҫӗ». Ӗҫӳпе ҫирӗплетмен ӗненӗве эсӗ мана епле кӑтартӑн? Эпӗ вара сана хам ӗненнине ӗҫӗмсемпе кӑтартӑп. 19 Турӑ пӗрре пулнине ӗненсе эсӗ аван тӑватӑн. Ҫакнах усал сывлӑшсем те ӗненеҫҫӗ, чӗтресе кӑна тӑраҫҫӗ. 20 Эх, айван! Ӗҫпе ҫирӗплетмен ӗненӳ вилӗ пулнине пӗлессӳ килет-и? 21 Пирӗн мӑн асатте Авраам хӑйӗн Исаак ывӑлне Турра кӳме парне вырӑнӗ ҫине хунӑ. Ҫапла вӑл ӗҫӗпе тӳрре тухман-им вара? 22 Куратӑн ӗнтӗ, унӑн ӗненӗвӗ ӗҫӗпе килӗшсе тӑнӑ, ӗҫне кура унӑн ӗненӗвӗ чи паха шая ҫитнӗ. 23 Вара Ҫырнинче калани пурнӑҫланнӑ. Унта ҫапла ҫырнӑ: «Авраам Турра ӗненнӗ, ҫакна Турӑ тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ». Авраама вара «Туррӑн тусӗ» тесе чӗнме пуҫланӑ. 24 Куратӑн ӗнтӗ, этем ӗненӳпе кӑна мар, ӗҫӗсемпе тӳрре тухать. 25 Ҫавнашкалах аскӑн хӗрарӑм Раав та Турӑ умӗнче ӗҫӗсемпе тӳрре тухман-им? Вӑл вӑрттӑн сӑнавҫӑсене ҫӗр выртма кӗртнӗ, кайран урӑх ҫулпа тартнӑ. 26 Ҫапла ӗнтӗ, чун-чӗмсӗр кӗлетке вилӗ пекех, ӗҫсӗр ӗненӳ те вилӗ.
3Чӗлхе тем тума та пултарать
1 Эй, тӑвансем! Пурте вӗрентекен пуласшӑн ан ҫунӑр. Ҫакна пӗлсе тӑрӑр: пирӗнтен, вӗрентекенсенчен, судра тата хытӑрах ыйтӗҫ. 2 Мӗншӗн тесен эпир пурте ҫылӑха нумай кӗретпӗр. Кам сӑмахпа ҫылӑха кӗмест, ҫав аталанса ҫитнӗ пулать. Вӑл хӑйӗн пӗтӗм кӗлеткине чарма-пӑхӑнтарма пултарать. 3 Тӗслӗхрен, хамӑра итлетӗр тесе эпир лашана ҫӑварлӑхлатпӑр, вара унӑн пӗтӗм кӗлеткине хамӑра пӑхӑнтаратпӑр. 4 Е, калӑпӑр, карапӗ тем тери пысӑк пулсан та, ҫилӗ тем тери вӑйлӑ вӗрсен те, пӗчӗк рульпе усӑ курсах капитанӗ карапа кирлӗ еннелле ярать. 5 Чӗлхе те ҫавнашкалах – ӳт-пӗвӗн пӗчӗк пайӗ ҫеҫ пулин те, нумай тӑваять. Кур-ха, пӗчӗкҫӗ ҫулӑм чӗлхиех мӗн пысӑкӑш вӑрмана хыптарса яма пултарать! 6 Чӗлхе те – ҫулӑм, вӑл – усал йӑви. Ӳт-пӗвӗн ытти пайӗсемпе танлаштарсан, вӑл пӗтӗм кӗлеткене ирсӗрлетет. Тамӑк вучӗпе хыпса илсе чӗлхе пӗтӗм пурӑнӑҫа ҫунтарса ярать. 7 Тем тӗрлӗ тискер кайӑка, вӗҫен кайӑка, ҫӗлен-калтапа тинӗс чӗр чунӗсене этем алла хӑнӑхтарнӑ, хӑнахтарать. 8 Анчах ҫынсенчен пӗри те чӗлхине итлеттереймест. Вӑл – вӗлерекен наркӑмӑшлӑ чарайми усал. 9 Чӗлхепех эпир Атте Турра мухтатпӑр, ҫав чӗлхепех эпир ҫынсене ылханатпӑр. Ҫынна вара Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ вӗт-ха. 10 Пӗр ҫӑвартанах мухтав сӑмахӗ те, ылхан сӑмахӗ те тухать. Эй, тӑвансем! Кунашкал пулмалла мар. 11 Пӗр ҫӑлкуҫранах тӑварсӑр тата тӑварлӑ шыв тапса тӑни пур-и? 12 Эй, тӑвансем! Смоква йывӑҫҫи ҫинче ҫу ҫырли ӳсмест, иҫӗм ҫырли авӑрӗ ҫинче те смоква ҫырли пулмасть. Ҫавнашкалах пӗр ҫӑлкуҫран тӑварсӑр тата тӑварлӑ шыв юхса тухмасть.
Ҫӳлтен анакан ӑс
13 Сирӗнтен кам чӑннипех те ӑслӑ-тӑнлӑ, ҫав хӑй ӑсне тӳрӗ пурӑнса, ӑслӑ йӑвашлӑхӗпе ырӑ ӗҫсем туса кӑтартса патӑр. 14 Анчах та сирӗн чӗрӗрте хаяр кӗвӗҫӳпе чӑркӑшлӑх пулсан, ан мухтанӑр, чӑнлӑха пӑсса ан суйӑр. 15 Кунашкал ӑс ҫӳлтен анмасть, вӑл – ку тӗнчери, чун-чӗмсӗр, шуйттанран килекен ӑс. 16 Ӑҫта кӗвӗҫӳпе чӑркӑшлӑх, унта йӗркесӗрлӗхпе тӗрлӗ усаллӑх. 17 Ҫӳлтен анакан ӑс вара чӑн малтанах – таса, унтан – татуллӑ, сӑпайлӑ, пӑхӑнуллӑ, пысӑк хӗрхенӳллӗ те ырӑ ӗҫлӗ, тӗрӗслӗхлӗ, икӗ питлӗ мар. 18 Канӑҫлӑх кӳрекенсем вара лӑпкӑн ака тӑваҫҫӗ, тӳрӗлӗх ҫимӗҫне те вӗсемех пухса илӗҫ.
4Тӗнчепе туслӑ пулни
1 Эсир пӗр-пӗринпе хирӗҫни, харкашни мӗнрен килет-ха? Ӳт-пӗвӗре ҫылӑхлӑ кӑмӑл алхастарнинчен мар-и вара? 2 Ӗмӗтленетӗр те – ӗмӗтӗр ҫитмест. Вӗлермеллех кӗвӗҫетӗр те – кӑмӑлӑр ҫапах тулмасть. Хирӗҫетӗр, харкашатӑр – илес тени сирӗн ҫаплах ҫук, мӗншӗн тесен Турра тархасламастӑр. 3 Тархасласан та – илейместӗр. Мӗншӗн тесен эсир ырӑ тӗллевшӗн ыйтмастӑр, хӑвӑр кӑмӑл туртнине ҫырлахтарасшӑн ыйтатӑр. 4 Эй, пӑсӑк ҫынсем! Тӗнчепе туслӑ пулни Турӑпа тӑшманла пулнине пӗлместӗр-им эсир? Ҫапла ӗнтӗ, кам тӗнчепе туслӑ пулма тӑрӑшать, ҫав Туррӑн тӑшманӗ пулса тӑрать. 5 Е Ҫырнинче ҫак сӑмахсене ахаль каланӑ пулӗ тетӗр-и? Акӑ вӑл сӑмахсем: «Турӑ пирӗн ӑшри Хӑйӗн сывлӑшне кӗвӗҫес таранах савать». 6 Анчах та Турӑ пире тата пысӑкрах ырӑлӑх парать. Ҫавӑнпа та Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫлет, йӑвашшисене вара ырӑлӑхне парать».
7 Ҫапла вара, хӑвӑра Турӑ аллине парӑр. Шуйттана хирӗҫ тӑрӑр, вара вӑл сирӗн патӑртан тарӗ. 8 Турӑ патне пырӑр, вара Вӑл та сирӗн патӑра пырӗ. Эй, ҫылӑхлӑ ҫынсем, аллӑрсене ҫуса тасатӑр. Эй, икӗ питлисем, чун-чӗрӗре тӳрлетӗр. 9 Хуйхӑрӑр, йӗрӗр, ӳлесе макӑрӑр! Эсир кулни – йӗнине куҫтӑр, эсир савӑнни – куляннине куҫтӑр. 10 Хуҫа Турӑ умӗнче мӗскӗн пулӑр, Вӑл вара сире асла кӑларӗ.
Ӗненекен тӑванӑра ан айӑплӑр
11 Эй, тӑвансем! Пӗр-пӗрне ан хурлӑр. Кам тӑванне хурлать е айӑплать, ҫав Турӑ саккунне хурлать, айӑплать. Саккуна айӑплатӑн пулсассӑн вара эсӗ ӑна пӑхӑнакан мар, суд тӑвакан. 12 Анчах та ҫынсене Саккун паракан та, Судья та пӗр Ҫавах: Вӑл ҫӑлма та, пӗтерме те пултарать. Ҫывӑх ҫыннуна айӑпламашкӑн эсӗ кам вара?
Каппайни пирки асӑрхаттарни
13 «Паян-и, ыран-и ҫав-ҫав хулана кайӑпӑр та, унта ҫулталӑк хушши сутӑ туса пурӑнӑпӑр, тупӑш илӗпӗр», – теҫҫӗ хӑшӗ-пӗрисем. Эй, ҫакнашкал калаҫакансем, халӗ мана итлӗр-ха. 14 Эсир ыран мӗн пуласса пӗлместӗр: эсир пурӑнни самантлӑх курӑнса ҫухалакан тӗтре пек кӑна. 15 «Хуҫа Турӑ парсассӑн, сывлӑх пулсассӑн ҫавна-ҫавна тӑвӑпӑр», – теес вырӑнне 16 эсир мӑнкӑмӑллӑн каппайланатӑр. Ҫакнашкал мухтанса ҫӳрени вӑл пит усал. 17 Ҫапла вара, ырӑ тумаллине пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех ырӑ туман ҫын ҫылӑха кӗрет.
5Пуянлӑх пирки асӑрхаттарни
1 Эй, эсир, пуянсем! Хӑвӑра кӗтекен инкексемшӗн макӑрӑр, ӳлесе йӗрӗр! 2 Сирӗн пуянлӑх ҫӗрсе кайнӑ, сирӗн тумтире кӗве ҫисе янӑ. 3 Ылтӑн-кӗмӗлӗр тутӑхнӑ. Ҫав тутӑх сире хирӗҫ кӑтартса параканӗ пулӗ, вӑл сирӗн ӳт-пӗвӗре вут пек пӗтерӗ. Эсир мул пухрӑр-пухрӑр, анчах та юлашки кунсем ҫитрӗҫ. 4 Сирӗн уйсене тарҫӑсем вырса пуҫтарчӗҫ, анчах та эсир вӗсене тӳлемерӗр. Выракансем халӗ сасӑпах йӗреҫҫӗ, вӗсен сассине Хуҫа Турӑ Саваоф илтрӗ. 5 Эсир ку тӗнчере иртӗхсе, киленсе пурӑнтӑр; ӗнтӗ пусма самӑртнӑ выльӑх пекех мӑнтӑрланса кайрӑр. 6 Эсир Тӳррине айӑп хурса вӗлертӗр, Вӑл вара сире хирӗҫ тӑмарӗ.
Чӑтӑмлӑх тата кӗлӗ
7 Эй, тӑвансем! Ҫапла вара Хуҫамӑр киличчен чӑтӑмлӑ пулӑр. Ҫӗр ӗҫченӗ паха тыр-пул туса илмешкӗн мӗн чухлӗ кӗтнине асра тытӑр: вӑл кӗрхи ҫумӑра та, ҫурхи ҫумӑра та чӑтӑмлӑн кӗтет. 8 Эсир те чӑтӑмлӑн кӗтӗр. Чун-чӗрӗрсене ҫирӗплетӗр, мӗншӗн тесен Хуҫамӑр тепре килес вӑхӑт ҫывӑх ӗнтӗ. 9 Эй, тӑвансем! Айӑпа юлас мар тесен пӗр-пӗрне ан ӳпкелешӗр. Ӗнтӗ Суд тӑваканӗ алӑк умӗнчех тӑрать. 10 Эй, тӑвансемӗр! Асапсене тӳсмешкӗн, чӑтӑмлӑ пулмашкӑн эсир Хуҫамӑр ячӗпе калаҫнӑ пророксенчен тӗслӗх илӗр. 11 Нумай чӑтнисене эпир телейлисем тетпӗр. Эсир Иов чӑтӑмлӑхӗ ҫинчен илтнӗ. Хуҫа Турӑ ирӗкӗпе унӑн асапӗсем мӗнле вӗҫленнине те пӗлетӗр. Мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑн ырӑ кӑмӑллӑхӗпе хӗрхенӳлӗхӗ нумай.
12 Эй, тӑвансемӗр! Чӑн малтанах эсир тупа тума пӑрахӑр: ҫӗрпе те, пӗлӗтпе те – нимӗнпе те тупа ан тӑвӑр. Айӑпланмалла пулас мар тесессӗн сирӗн сӑмахӑр: «Ҫапла, ҫапла» тата «Ҫук, ҫук», – тени кӑна пултӑр.
13 Сирӗнтен кам та кам инкеке лексен, кӗлтутӑр. Кам та кам савӑнӑҫлӑ пулсан, псаломсем юрлатӑр. 14 Кам та кам чирлесен, Хӑй патне Чиркӳ пресвитерӗсене чӗнтӗр. Вӗсем уншӑн кӗлтуччӑр, Хуҫамӑр ячӗпе чирлин пуҫне елей сӗрччӗр. 15 Ҫирӗп ӗненсе кӗлтуни вара чирлӗ ҫынна сыватӗ, Хуҫа Турӑ ӑна ура ҫине тӑратӗ. Ҫав ҫын ҫылӑха кӗнӗ пулсан, ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ. 16 Хӑвӑр ҫылӑхӑрсене пӗр-пӗрне уҫса парӑр. Сывалас тесессӗн пӗр-пӗриншӗн кӗлтӑвӑр. Тӳрӗ ҫын хӗрӳллӗн кӗлтуни тем тума та пултарать! 17 Илия пирӗн пек ҫынах пулнӑ. Вӑл ҫумӑр ан ҫутӑрччӗ тесе хӗрӳллӗн кӗлтунӑ та – виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх ҫӗр ҫине тумлам ҫумӑр та ӳкмен. 18 Кайран татах кӗлтунӑ та – тӳпе ҫумӑр ярса панӑ, ҫӗр тулӑх тырпул ӳстернӗ.
19 Эй, тӑвансем! Сирӗнтен пӗри-пӗри чӑнлӑхран пӑрӑнса кайсан, тепри ӑна чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тавӑртӑр. 20 Ҫакна пӗлсе тӑрӑр: суя ҫултан чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тавӑракан ҫын хайхи ҫылӑха кӗнин чунне вилӗмрен ҫӑлса хӑварать, ҫапла майпа нумай-нумай ҫылӑх каҫарӑнӗ.