СӐВАПЛӐ ПАВЕЛ АПОСТОЛ ЕВРЕЙСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ҪЫРУ

1

Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ калаҫнӑ

1 Турӑ ӗлӗк-авал пирӗн мӑн асаттесемпе пророксем урлӑ нумай хутчен тата тӗрлӗ майлӑн калаҫнӑ. 2 Ҫак юлашки вӑхӑтсенче вара Вӑл пирӗнпе Хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ калаҫнӑ. Вӑл Ывӑлне пӗтӗм тӗнчене еткерлӗхе панӑ, Ывӑлӗ урлӑ ҫут тӗнчене пултарнӑ. 3 Ывӑлӗ, Турӑ мухтавӗн ҫути тата Турӑ несӗллӗхӗн сӑнарӗ пулса, ҫут тӗнчене Хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе тытса тӑрать. Ҫынсене ҫылӑхӗсенчен сӑвапласа-тасатса Вӑл Ҫӳлти Аслин престолӗн сылтӑм енне ларнӑ. 4 Хӑйне Турӑ панӑ чаплӑ ят ангелсен ятӗнчен чаплӑрах пулнӑ пекех, Вӑл Хӑй те ангелсенчен чаплӑрах пулса тӑчӗ.

Турӑ Ывӑлӗ ангелсенчен аслӑрах

5 Чӑнах та, Турӑ Хӑйӗн ангелӗсенчен хӑшне, хӑҫан ҫапла калани пур: «Эсӗ – Манӑн Ывӑлӑм, паянтан Эпӗ – Санӑн Аҫу». Тата пӗр ангел ҫинчен те: «Эпӗ Унӑн Ашшӗ пулӑп, Вӑл Манӑн Ывӑлӑм пулӗ», – тесе каламан. 6 Хӑйӗн Малтанхи Ывӑлне ҫут тӗнчене килтернӗ чухне Вӑл ҫапла каланӑ: «Турӑ ангелӗсем пурте Ӑна пӑхӑнса пуҫҫапчӑр». 7 Ангелсем пирки ҫапла каланӑ: «Эсӗ, Турӑ, ангелусене ҫил евӗр тӑватӑн, тарҫусене те вутланакан ҫулӑм евӗр тӑватӑн». 8 Ывӑлӗ пирки вара ҫапла каланӑ: «Эй, Турӑҫӑм, Санӑн престолу ӗмӗрлӗх, Хӑвӑн патшалӑхун тытӑмӗн палли – патша туйи – тӗрӗслӗхлӗ. 9 Эсӗ тӗрӗслӗхе юрататӑн, йӗркесӗрлӗхе кураймастӑн. Ҫавӑнпа та Сана, Турӑҫӑм, Хӑвӑн Аҫу, Хӑвӑн Турру ыттисенчен ытларах савӑнӑҫ ҫӑвӗ сӗрсе суйларӗ». 10 Тата ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Эсӗ малтан ҫӗре пултарнӑ, пӗлӗтсем те – Санӑн аллу ӗҫӗсем. 11 Вӗсем пӗтӗҫ, Эсӗ яланах пулӑн. Вӗсем пурте тумтир пек кивелӗҫ. 12 Эсӗ вӗсене тумтир пек чӗркӗн те улӑштарӑн, вӗсем улшӑнӗҫ. Эсӗ кӑна нихӑҫан улшӑнми, куну-ҫулу та вӗҫленми». 13 Тата Турӑ Хӑйӗн ангелӗсенчен хӑшне, хӑҫан ҫапла калани пур: «Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар». 14 Ангелсем пурте ҫӑлӑнӑҫа еткерлӗхе илекенсене пулӑшма янӑ сывлӑшсем кӑна мар-им вара?

2

Аслӑ ҫӑлӑнӑҫ

1 Ҫавӑнпа та пирӗн, Турӑ ҫулӗнчен пӑрӑнса каяс мар тесен, хамӑра мӗн вӗрентнине асра тытмалла. 2 Мӗншӗн тесен ангелсем урлӑ пӗлтернӗ саккун ҫирӗп пулсан, ҫав саккунран иртсе айӑпа кӗнишӗн тивӗҫлӗ тавӑру илмелле пулсан, 3 эпир ҫав тери аслӑ ҫӑлӑнӑҫшӑн чуна парса тӑрӑшмасан пире айӑплав пулмӗ-и? Ҫӑлӑнӑҫ хыпарне чӑн малтан Хуҫамӑр ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, Хӑйӗнчен илтекенсем каласа пани пирӗн ӑшра ҫав хыпара тӗреклетнӗ. 4 Ҫӑлӑнӑҫ хыпарне ҫирӗплетмешкӗн Турӑ Хӑй те паллӑсемпе хӑватсем, тӗрлӗ тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартнӑ, Святой Сывлӑшӑн парнисене илмешкӗн те Унран ирӗк пулнӑ.

Ҫӑлӑнӑҫ Ҫулпуҫӗ

5 Эпир каласа пӗлтерекен пулас ҫут тӗнчене Турӑ ангелсене пӑхӑнса тӑмалла туман. 6 Ҫырнинче пӗр тӗлте такам ҫапла ҫирӗплетсе калани пур: «Мӗншӗн Эсӗ ҫынсемшӗн тӑрӑшатӑн? Мӗншӗн Эсӗ этем ывӑлӗшӗн тӑрӑшатӑн? 7 Вӑхӑтлӑха Эсӗ ӑна ангелсенчен кӗҫӗнрех турӑн та унтан ӑна мухтавлӑ, чыслӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑнтартрӑн, Ху аллупа пултарнӑ япаласен хуҫи турӑн , 8 пӗтӗмпех унӑн аллине патӑн». Пурне те ҫынна пӑхӑнтартӑн, пӑхӑнманни нимскер те хӑвармарӑн. Хальлӗхе вара эпир ҫынна пурте пӑхӑннине курмастпӑр-ха. 9 Анчах та вӑхӑтлӑха ангелсенчен кӗҫӗнрех пулнӑ Иисус Хӑйӗн вилӗмӗ урлӑ мухтавлӑ, чыслӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑннине куратпӑр. Ҫапла вара, Турӑ тивлечӗпе Вӑл пирӗншӗн кашниншӗн вилнӗ.

10 Мӗн пурри – Турӑшӑн, мӗн пурри – Турӑран. Хӑйне ӗненекен ачисене мухтавлӑ тӑвакан Туррӑн ҫынсене ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен Ҫулпуҫне асап кӑтартса асла кӑлармалла пулнӑ та. 11 Мӗншӗн тесен Тасатаканӗн те, тасалаканӗсен те Ашшӗ пӗрре, ҫавна пула вӗсене тӑвансем темешкӗн вӑтанмасӑр Вӑл ҫапла калать: 12 «Санӑн ятна тӑванӑмсене пӗлтерӗп, ӗненекен ушкӑнра Сана мухтаса юрлӑп». 13 Тата: «Эпӗ Ӑна шанса тӑрӑп», – тенӗ. Унтан тата: «Акӑ Эпӗ тата Турӑ Мана панӑ ачамсем», – тенӗ. 14 Ҫавӑнпа та ачасем ӳтлӗ-юнлӑ пулнӑран, вӗсем пек пулас тесе, Вӑл Хӑй те ӳтлӗ-юнлӑ пулса тӑнӑ. Ҫакна Вӑл Хӑйӗн вилӗмӗпе шуйттанӑн, вилӗм пуҫлӑхӗн, хӑватне пӗтерес тесе, 15 вилӗмрен хӑранипе ӗмӗр тӑршшӗпех чуралӑхра пурӑнакансене пурне те хӑтарас тесе тунӑ. 16 Паллах, Вӑл ангелсене мар, Авраам йӑхне пулӑшмашкӑн килнӗ. 17 Турӑ умӗнче ҫынсен ҫылӑхне каҫарттармашкӑн, хӗрхенӳллӗ те шанчӑклӑ Аслӑ священник пулмашкӑн Унӑн пур енчен те тӑванӗсем пекех пулмалла пулнӑ. 18 Мӗншӗн тесен Вӑл Хӑй, асаппа тӗрӗсленнӗскер, халӗ асап куракансене пулӑшма пултарать.

3

Христос Моисейран аслӑрах

1 Эй, сӑваплӑ тӑванӑмӑрсем, ҫӳлти ырӑлӑха пая кӗрес ҫынсем, хамӑр ӗненӗвӗмӗр апостолӗ, Аслӑ священник Иисус Христос ҫинчен шухӑшлӑр-ха. 2 Турӑ кил-ҫуртӗнче Моисей епле шанчӑклӑ пулнӑ, Вӑл та Хӑйне Аслӑ священника лартнӑ Турӑ умӗнче шанчӑклӑ. 3 Кил-ҫурт лартакан ҫурт-йӗрӗнчен мӗн чухлӗ чаплӑрах, Христос та Моисейран ҫавӑн чухлӗ чаплӑрах. 4 Мӗншӗн тесен кирек епле кил-ҫурта та кам та пулин пултарать, пурне те пултараканӗ вара – Турӑ. 5 Моисейӑн Турӑ малашне мӗн пӗлтерессине каласа ҫирӗплетмелле пулнӑ, вӑл Турӑ кил-ҫуртӗнче пур енчен те шанчӑклӑ тарҫӑ пулнӑ. 6 Христос вара Турӑ кил-ҫуртӗнче – шанчӑклӑ Ывӑлӗ. Пирӗн кӑмӑл ҫирӗп, эпир шанчӑк пуррипе мухтанатпӑр. Енчен те ҫав пахалӑхсене вӗҫне ҫитичченех упраса хӑварайсан, эпир Унӑн кил-ҫурчӗ пулӑпӑр.

Турӑ халӑхӗн канӑҫлӑхӗ

7 Ҫавӑнпа та Святой Сывлӑш калашле: «Эсир паян Унӑн сассине илтес пулсан, 8 пуш хирте Мана тӗрӗсленӗ кун ӳпкеленӗ чухнехи пек чӗрӗрсене ан хытарӑр. 9 Унта, Эпӗ мӗн тунине хӗрӗх ҫул курса тӑнӑ ҫинчех, Мана мӑн аслаҫӑрсем тӗрӗслерӗҫ. 10 Ҫавӑнпа Эпӗ вӑл ӑрӑва ҫилленсе ҫапла каларӑм: кусем шухӑш-кӑмӑлӗпе яланах аташаҫҫӗ, вӗсем Манӑн ҫул-йӗрӗме пӗлес темерӗҫ. 11 Ҫавӑнпа Эпӗ, вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма ан кӗрейччӗр тесе, ҫиллӗмпе тупа турӑм».

12 Тӑванӑмӑрсем! Сирӗнтен хӑшӗ те пулин усал та ултавлӑ чӗреллӗ пуласран, чӗрӗ Турӑран пӑрӑнасран асӑрханӑр. 13 Сирӗнтен хӑшӗ те пулин ҫылӑх илӗртнипе чунне ан хытартӑр тесе, „паян“ теме май пур чухне пӗр-пӗрне куллен ӳкӗтлӗр. 14 Малтанхи ҫирӗп ӗненӗве вӗҫне ҫитичченех упраса хӑварайсан, эпир Христоспа пӗр пая кӗреетпӗр. 15 Ҫырнинче калашле: «Эсир паян Унӑн сассине илтес пулсан, ӳпкелешнӗ чухнехи пек чӗрӗрсене ан хытарӑр». 16 Мӗншӗн тесен ҫав сасса илтсессӗн Моисейпа Египетран тухнисенчен хӑшӗ-пӗрисем – пурте мар – ӳпкелешме пуҫланӑ. 17 Хӗрӗх ҫула яхӑн Турӑ кама ҫилӗ тытса тӑнӑ-ха? Ҫылӑха кӗрсе шӑмми-шаккисене пуш хиртех хӑварнисене мар-и вара? 18 Вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма ан кӗрейччӗр тесе, Хӑйне итлеменнисене хирӗҫ тупа туман-им вара Вӑл? 19 Куратпӑр ӗнтӗ: хӑйсен ӗненменлӗхне пула вӗсем чӑнах та канӑҫлӑха кӗреймен.

4

1 Ҫапла вара асӑрханар: Турӑ Хӑйӗн канӑҫлӑхне кӗртме сӑмах пани вӑйра тӑнӑ чухне сирӗнтен хӑшӗ те пулин унта кӗмешкӗн кая ан юлтӑрччӗ. 2 Мӗншӗн тесен вӗсене хыпарланӑ пекех, пире те канӑҫлӑха кӗме хыпар тунӑ. Анчах та вӗсем илтнӗ сӑмах, итлекенсен ӗненӗвӗпе пӗр пулаймасӑр, усса кайман. 3 Эпир вара, ӗненнисем, Туррӑн канӑҫлӑхне кӗреетпӗр. Турӑ Хӑйӗн ӗҫне тӗнчене пултарсанах вӗҫленӗ пулин те, ҫапла каланӑ: «Эпӗ, вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма ан кӗрейччӗр тесе, ҫиллӗмпе тупа турӑм». 4 Мӗншӗн тесен Ҫырнинче пӗр тӗлте ҫапла калани пур: «Ҫиччӗмӗш кунне вара Турӑ Хӑйӗн мӗн пур ӗҫӗсенчен каннӑ». 5 Ку тӗлте вара: «Манӑн канӑҫлӑхӑма ан кӗрейччӗр», – тенӗ. 6 Пӗрисем, Турӑ канӑҫлӑхне кӗме хӑйсене малтанах хыпарланӑ пулин те, пӑхӑнман пирки унта кӗреймен. Унта теприсене кӗмелле тунӑ, вӗсем валли 7 Турӑ темле „паян“ текен кун палӑртать. Чылай вӑхӑт иртсен Турӑ ун ҫинчен, маларах пӗрре каланӑ пек, Давид сӑмахӗсемпе калать: «Паян Унӑн сассине илтес пулсан, эсир чӗрӗрсене ан хытарӑр». 8 Енчен те Иисус Навин вӗсене канӑҫлӑх парайнӑ пулсан, Турӑ урӑх канӑҫлӑх кунӗ ҫинчен каламан пулӗччӗ. 9 Эппин Турӑ халӑхӗн канӑҫлӑха кӗресси малта-ха. 10 Мӗншӗн тесен Туррӑн канӑҫлӑхне кӗнӗ ҫын, Турӑ Хӑйӗн ӗҫӗсенчен каннӑ пекех, ӗҫӗсенчен канӑҫӗ. 11 Ҫапла вара, Туррӑн канӑҫлӑхне кӗресчӗ тесе тӑрӑшар. Итлеменнисенчен тӗслӗх илсе никам та унта кӗреймесӗр ан юлтӑрччӗ. 12 Мӗншӗн тесен Турӑ сӑмахӗ чӗрӗлӗхлӗ, ӗҫлӗхлӗ. Вӑл ик енӗ те ҫивӗч хӗҫрен те ҫивӗчрех. Вӑл пирӗн ӑша ҫав тери тарӑн – чун-чӗрепе шӑм-шак таранах – витерет. Турӑ сӑмахӗ чӗрери ӗмӗт-шухӑша та хакласа уйӑрса илет. 13 Турӑ пултарни Турӑ умӗнче пытарӑнаймӗ; Унӑн куҫӗсем пурне те витӗр курса тӑраҫҫӗ, Унӑн умӗнче пирӗн явап тытмалла.

Иисус – Аслӑ священник

14 Ҫапла вара, пирӗн тӳпене ҫӗкленнӗ чаплӑран та чаплӑ Аслӑ священник пур, Вӑл Турӑ Ывӑлӗ Иисус, ҫавӑнпа ӗненӗвӗмӗре ҫирӗп тытса пурӑнар. 15 Пирӗн Аслӑ священник, эпир халсӑррине пӗлсе, хута кӗрет. Вӑл, ҫылӑхсӑр пуҫне, эпир мӗн тӳснине йӑлтах тӳснӗ. 16 Эппин, хамӑра тӗрӗслес вӑхӑтра пулӑшма ырӑлӑхпа тивлет илес тесе, чаплӑран та чаплӑ престол патне ҫирӗп кӑмӑллӑн пырар.

5

1 Кирек епле аслӑ священника та ҫынсен ҫылӑхӗсемшӗн кӗлтума, Турра ахаль парнесемпе пуснӑ парнесем кӳме ҫынсем хушшинченех суйласа лартаҫҫӗ. 2 Пӗлменнипе е аташнипе ҫылӑха кӗнисене вӑл хӗрхенме пултарать, мӗншӗн тесен хӑй те ҫитменлӗхсӗр мар. 3 Ҫавӑнпа та унӑн хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн те, ҫынсен ҫылӑхӗсемшӗн те Турра парне кӳрсе тӑмалла. 4 Никам та хӑй тӗллӗн аслӑ священника лараймасть. Ҫак тивӗҫе пурнӑҫлама ӑна, Аарона чӗнсе илнӗ пекех, Турӑ чӗнсе илет. 5 Христос та аслӑ священник тивӗҫне Хӑй тӗллӗн илмен. Турӑ Ӑна: «Эсӗ Манӑн Ывӑлӑм, паян Эпӗ Санӑн Аҫу пулса тӑтӑм», – тесе ҫак тивӗҫе панӑ. 6 Тепӗр тӗлте Турӑ ҫапла калать: «Эсӗ, Мелхиседек евӗрлех, ӗмӗрлӗх священник». 7 Ҫӗр ҫинче ӳтленсе пурӑннӑ чухне Иисус Хӑйне вилӗмрен ҫӑлма Пултаракана ӗсӗклесе, куҫҫулӗпе йӗрсе кӗлтунӑ, йӑлӑннӑ. Вӑл Турра хисепленӗрен Турӑ Ӑна илтнӗ. 8 Вӑл, Турӑ Ывӑлӗ пулин те, асап витӗр тухса, пӑхӑнмашкӑн вӗреннӗ. 9 Вилсе чӗрӗлсессӗн Вӑл Хӑйне итлекенсемшӗн пуриншӗн те ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ пулса тӑнӑ. 10 Вара Турӑ Ӑна Мелхиседек евӗрлех Аслӑ священника лартнӑ.

Турӑран пӑрӑнасран асӑрхаттарни

11 Кун пирки калаҫмалли нумайччӗ, анчах та сире, итлеменскерсене, тӑнлантарма йывӑр. 12 Сирӗн хӑвӑрӑн вӗрентекен пулмашкӑн вӑхӑт ӗнтӗ, анчах та сире Турӑ сӑмахне каллех пуҫламӑшӗнченех вӗрентмелле, сире хытӑ ҫимӗҫ мар, сӗт кирлӗ. 13 Сӗтпе тӑранса пурӑнакан чӑнлӑх сӑмахне пӗлеймӗ, мӗншӗн тесен вӑл ача-ха. 14 Хытӑ ҫимӗҫ вара ҫитӗннисем валли, мӗншӗн тесен вӗсем пурӑнӑҫ курнӑ, ырӑпа усала уйӑрма пӗлеҫҫӗ.

6

1 Ҫавӑнпа та Христос вӗрентӗвӗн пуҫламӑшӗнчен тулли пӗлӳ патне хӑвӑртрах куҫар. Никӗсри ансат чӑнлӑхсем ҫинчен: ҫылӑхлӑ ӗҫсем тума пӑрахасси ҫинчен, Турра ӗненесси ҫинчен, тӗне кӗрессипе алӑ хурасси ҫинчен, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, ӗмӗрлӗх суд ҫинчен тӑтӑшах калаҫар мар, Вӑл вӗрентнине тӗплӗнрех пӗлсе ҫитме васкар. 3 Турӑ ирӗк парсан эпир ҫапла тӑвӑпӑр та. 4 Ҫакнашкал ҫынсем те пур: вӗсем чӑн ҫутта тухнӑ, ҫӳлти сӑвапа астивнӗ, Святой Сывлӑш илнӗ. Ҫак ҫынсем Туррӑн ырӑ сӑмахне илтнӗ, лери пурӑнӑҫ вӑй-хӑватне те курнӑ. Ҫаксем пӗтӗмпех ырӑлӑх пулнине пӗлсе тӑнӑ ҫинчех вӗсем Турӑран пӑрӑннӑ. Вӗсене ӗнтӗ ӳкӗнтерсе каялла тавӑрма ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем Турӑ Ывӑлне тепӗр хут пӑталаҫҫӗ, мӑшкӑл тӑваҫҫӗ. 7 Тӑтӑш ҫуса тӑракан ҫумӑра сӑхса, ӗҫлекене тыр-пул ӳстерсе паракан ҫӗр Турӑран пиллӗх илет. 8 Пиҫенпеле хыт-хура ӳстерекен ҫӗр вара ниме юрӑхсӑр, ылхана тивӗҫ. Вӑл вутра ҫунса пӗтӗ.

9 Ҫапах та, савнӑ тӑвансем, эпир ҫак сӑмахсене каларӑмӑр пулин те, сирӗн лару-тӑру лайӑхрах тесшӗн. Эсир ҫӑлӑнӑҫ ҫулӗ ҫинче тӑнине пӗлетпӗр. 10 Турӑ вӑл тӗрӗслӗхлӗ, ҫавӑнпа сирӗн ӗҫӗрсене те, Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхне Унӑн ячӗпе пулӑшса юратулӑхӑра кӑтартнине те манмасть. 11 Эпир сирӗнтен кашниех тулли шанчӑклӑ пулмашкӑн вӗҫне ҫитичченех ҫавнашкал тӑрӑштӑр тетпӗр; 12 Сирӗнтен пӗри те ан наянлантӑр, хӑйсен ӗненӗвӗпе тӳсӗмлӗхне пула шантарнӑ еткере илме тивӗҫлисем пек пултӑр тетпӗр.

Турӑ сӑмах парса шантарни

13 Турӑ, Авраама сӑмах панӑ чухне, Хӑйӗнчен аслӑраххи нимӗн те пулманран Хӑйӗнпе тупа тунӑ. 14 Вӑл ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана пиллемеллипех пиллӗп, санӑн йышна хунанӑҫемӗн хунамалла тӑвӑп». 15 Ҫапла майпа, ҫирӗп тӳсӗмлӗхне пула Авраам хӑйне шантарнине тивӗҫ пулнӑ. 16 Ҫынсем яланах хӑйсенчен аслӑраххипе тупа тӑваҫҫӗ, сӑмах панине тупа туса ҫирӗплетсен, кирек епле тавлашу та вӗҫленет. 17 Ҫавӑнпа Турӑ та, еткер илме тивӗҫлисене Хӑйӗн ирӗкне улӑштарас ҫуккине кӑтартса, Хӑй сӑмах панине тупапа ҫирӗплетнӗ. 18 Икӗ япалара – сӑмах панинче тата тупа тунинче – Турӑ суйма пултараймасть. Ҫакна Вӑл пирӗн, Хӑйӗн хӳттине пынисен, умри шанчӑк ҫирӗп пултӑр тесе тунӑ. 19 Ҫав шанчӑк чунӑмӑрсемшӗн тӗрек евӗр; вӑл чаршав хыҫӗнчи Тасаран таса вырӑна та кӗрет. 20 Унта пирӗншӗн, Мелхиседек евӗр ӗмӗрлӗх Аслӑ священник пулса, пирӗн умран Иисус кӗнӗ.

7

Аслӑ священник Мелхиседек

1 Мелхиседек Салим патши тата Ҫӳлти Туррӑн священникӗ пулнӑ. Вӑл Авраама патшасене ҫӗнтерсе тавӑрӑннӑ чухне кӗтсе илнӗ те пилленӗ. 2 Авраам вара Мелхиседека вӑрҫӑра ҫӗнсе илнӗ пурлӑхӑн вуннӑмӗш пайне панӑ. Унӑн ятне икӗ тӗрлӗ ӑнлантарма пулать: пӗрремӗшӗнчен, Мелхиседек тени „чӑнлӑх патши“ тени пулать; иккӗмӗшӗнчен, Салим патши тени „канӑҫлӑх патши“ тени пулать. 3 Унӑн ашшӗ-амӑшне те, мӑн аслашшӗсене те никам та пӗлмест, унӑн пурӑнӑҫӗн пуҫламӑшӗпе вӗҫӗ те паллӑ мар. Турӑ Ывӑлӗ евӗрлех, вӑл ӗмӗрлӗх священник пулса тӑрать. 4 Хӑвӑрах куратӑр: пирӗн йӑх тӗпӗ Авраам хӑй те ӑна вӑрҫӑра туртса илнӗ чи лайӑх пурлӑхӑн вуннӑмӗш пайне панӑ пулсан, еплерех чаплӑ пулнӑ вӑл! 5 Саккунпа килӗшӳллӗн, священника тухнӑ Левий тӑхӑмӗсен халӑхран пурлӑхӑн вуннӑмӗш пайне пуҫтармалла. Ҫав вуннӑмӗш пая вӗсем Авраам урлӑ тӑван лекекен ҫынсенченех пуҫтараҫҫӗ. 6 Мелхиседек вара, Левий йӑхӗнчен мар пулин те, Турӑ сӑмах парса шантарнӑ Авраамран пурлӑхӑн вуннӑмӗш пайне илнӗ те ӑна пилленӗ. 7 Паллӑ ӗнтӗ, пил паракан пил илекентен аслӑрах. 8 Пурлӑхӑн вуннӑмӗш пайне кунта вилӗмлӗ ҫынсемех пуҫтараҫҫӗ, унти Мелхиседек пирки вара Ҫырнинче вилнӗ тесе ҫирӗплетмен. 9 Вуннӑмӗш пай пуҫтаракан Левий хӑй те Авраам урлӑ Мелхиседека пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайне панӑ теме пулать. 10 Мӗншӗн тесен Мелхиседек Авраама тӗл пулнӑ чухне Левий ҫуралман-ха, вӑл Авраам тӑхӑмӗнче ҫураласси кӑна пулнӑ.

11 Енчен те Левий йӑхӗнчен тухнӑ священниксем халӑха чи паха шая ҫитерейсен (халӑха ун чухне панӑ саккун шӑпах левитлӑх ҫинче никӗсленсе тӑрать), Аарон евӗрлӗ мар, Мелхиседек евӗрлӗ тепӗр Аслӑ священник мӗн тума кирлӗччӗ? 12 Священника тухасси улшӑнни саккуна та улӑштармаллине пӗлтерет. 13 Кам пирки калаҫатпӑр, Ҫавӑ пачах урӑх йӑх-несӗлтен вӗт-ха, вӑл йӑхран никам та нихӑҫан та парне вырӑнӗ умӗнче Турӑшӑн ӗҫлесе тӑман. 14 Пирӗн Хуҫамӑр, паллӑ ӗнтӗ, Иуда йӑхӗнчен тухнӑ. Вӑл йӑхри ҫынсем священника ларасси пирки вара Моисей пӗр сӑмах та каламан. 15 Мелхиседек евӗрлӗ тепӗр Священник килни ҫакна уҫҫӑнах кӑтартса парать. 16 Вӑл этемле йӑх-несӗл йӗркипе мар, вилӗмсӗр пурӑнӑҫ хӑвачӗпе Священника ларнӑ. 17 Ҫырнинче ҫапла пӗлтернӗ: «Эсӗ – Мелхиседек евӗрлӗ ӗмӗрлӗх священник». 18 Малтанхи йӗркене вара хавшак та усӑсӑр пулнӑран улӑштарнӑ. 19 Моисей саккунӗ ниме те чи паха шая ҫитереймен пирки пире ҫӗнӗ шанчӑк панӑ та ӗнтӗ. Ҫав шанчӑка пула эпир Турӑ патне ҫывхаратпӑр.

20 Иисуса Аслӑ священника лартнӑ чухне Турӑ тупа тунӑ. 21 Ыттисене пӗрне те священника тупа туса лартман. Куна вара Турӑ тупа туса ҫапла каланӑ: «Тупа тунӑ Хуҫа Турӑ Хӑй сӑмахне улӑштармӗ: Эсӗ – Мелхиседек евӗрлӗ ӗмӗрлӗх Священник». 22 Ку вӑл лайӑхрах халал ҫирӗплӗхне шантараканӗ Иисус пулнине пӗлтерет. 23 Ытти священниксем нумаййӑн пулнӑ, мӗншӗн тесен пӗрисем вилсен вӗсем вырӑнне теприсем ларнӑ. 24 Анчах та Иисус ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ, ӗмӗр-ӗмӗр Священник пулӗ. 25 Ҫавӑнпа та Вӑл Хӑйӗн урлӑ Турӑ патне пыракансене яланах ҫӑлӗ, Хӑй ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑран вӗсен хутне кӗрсех тӑрӗ. 26 Пирӗн Аслӑ священник ҫавнашкал пулмалла та: таса, ҫылӑхсӑр, ҫитменлӗхсӗр. Ӑна, ҫылӑхлисенчен уйӑрса, тӳперен те ҫӳлерех ҫӗкленӗ. 27 Унӑн, ытти священниксем евӗр, куллен чи малтан – хӑйӗн ҫылӑхӗшӗн, унтан халӑх ҫылӑхӗшӗн Турра парне кӳмелле мар. Мӗншӗн тесен Вӑл пӗрре Хӑйне Хӑй парнене кӳнӗ. 28 Саккун тӑрӑх аслӑ священника лартнӑ ҫынсем – ҫитменлӗхлӗ ахаль ҫынсемех. Саккун хыҫҫӑнхи тупа сӑмахӗ вара Аслӑ священника ӗмӗрлӗх паха Турӑ Ывӑлне лартнӑ.

8

Ҫӗнӗ тата лайӑхрах Халалӑн Аслӑ священникӗ

1 Сӑмахӑмӑрӑн тӗшши ҫакӑ пулать: пирӗн Аслӑ священник пур, Вӑл Ҫӳлти Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ; 2 Вӑл чӑн-чӑн кӗлӗ чатӑрӗн Тасаран таса вырӑнӗнче Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрать; ҫав чатӑра этем мар, Хуҫа Турӑ Хӑй лартнӑ. 3 Кирек епле аслӑ священника та ахаль парнесене тата пуснӑ парнесене Турра кӳме лартаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн Священникӑн та Турра кӳрес парни пулмалла. 4 Вӑл ҫӗр ҫинчех юлнӑ пулсан, священник та пулмӗччӗ. Мӗншӗн тесен кунта саккунпа килӗшӳллӗн Турра парне кӳрекен священниксем пур. 5 Вӗсем ҫӗр ҫинче сӑваплӑ вырӑнта Турӑшӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Анчах та ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑн тӳперин мӗлки тата ӗлки кӑна. Мӗншӗн тесессӗн чатӑр лартма пуҫласан Турӑ Моисея ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Асту, – тенӗ Вӑл, – пӗтӗмпех хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ту». 6 Анчах та Иисуса шанса панӑ ӗҫ ытти священниксем тӑвакан ӗҫрен тем тери пахарах. Ҫавнашкалах Турӑ этеме Ун урлӑ панӑ ҫӗнӗ халал та малтанхинчен пахарах. Мӗншӗн тесен ҫӗнӗ халал Турӑ лайӑхраххине шантарни ҫинче никӗсленсе тӑрать.

7 Енчен те малтанхи халалӗ пӗр ҫитменлӗхсӗр пулсан, ҫӗнӗ халал парас та ҫукчӗ. 8 Ҫавӑнпа та вӗсене ӳпкелесе пророк ҫапла калать: «Эпӗ Израиль ҫыннисене, Иуда ҫыннисене ҫӗнӗ халал парас кунсем ҫывхараҫҫӗ, – тет Хуҫа Турӑ. 9 – Ку халал вӗсен мӑн аслашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египетран илсе тухнӑ чухне панӑ халал пек пулмӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем Манӑн халала пӑхӑнса пурӑнас темерӗҫ, ҫавӑнпа Эпӗ вӗсенчен пӑрӑнтӑм, – тет Хуҫа Турӑ. 10 – Ҫав кунсем иртсен Эпӗ Израиль ҫыннисене халал парӑп, – тет Хуҫа Турӑ. – Ун чухне Хамӑн саккунсене вӗсен ӑс-пуҫне хывӑп, чӗри ҫине ҫырса хурӑп. Эпӗ вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ. 11 Мана пурте, кӗҫӗннинчен пуҫласа чи асли таранах, пӗлнӗ пирки ун чухне никам та пӗлӗшӗсене, тӑванӗсене: „Хуҫа Турра пӗл“, – тесе каламӗ. 12 Мӗншӗн тесен Эпӗ вӗсен тӗрӗсмарлӑхне хӗрхенсе каҫарӑп, ҫылӑхӗсемпе йӗркесӗрлӗхне те аса илмӗп». 13 Ҫак халала „ҫӗнӗ“ тесе, Вӑл малтанхи кивелнине палӑртнӑ: кивелни вара усӑсӑра тухса часах пӗтмелле.

9

Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрасси

1 Малтанхи халалӑн та Турӑшӑн ӗҫлесе тӑмалли йӑли-йӗркисем тата ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑнӗ пулнӑ. 2 Кӗлӗ чатӑрӗ туса лартнӑ, унӑн малти пӳлӗмӗнче ҫутаткӑҫ, сӗтел тата Турӑ умне хунӑ ҫӑкӑрсем пулнӑ. Малти пӳлӗме „Таси“ тенӗ. 3 Иккӗмӗш чаршав хыҫӗнче „Тасаран таси“ текен пӳлӗм пулнӑ. 4 Унта ылтӑнран тунӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ тата йӗри-тавра ылтӑнланӑ халал арчи пулнӑ. Ҫав арчара маннӑ тултарнӑ ылтӑн савӑт, Ааронӑн ҫулҫӑ кӑларнӑ туйи тата халал сӑмахӗсем ҫырнӑ чул хӑмасем пулнӑ. 5 Арча хупӑлчи ҫинче мухтавлӑх херувимӗсен кӗлеткисем пулнӑ, ҫуначӗсемпе вӗсем „ҫылӑх каҫарттармалли“ текен вырӑна хупласа тӑнӑ. Вӑхӑта перекетлесе ытти япаласем ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑмӑпӑр.

6 Ҫакнашкал йӗркеленӗ кӗлӗ чатӑрӗн малти пӳлӗмне Турӑшӑн ӗҫлесе тӑмашкӑн священниксем куллен кӗреҫҫӗ. 7 Иккӗмӗш пӳлӗмне вара пӗртен-пӗр аслӑ священникӑн ҫулталӑкра пӗрре кӑна кӗме юрать. Вӑл унта, парне выльӑхӗн юнне сирпӗтсе, хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн тата халӑхӑн пӗлмесӗр тунӑ ҫылӑхӗсемшӗн Турӑран каҫару ыйтать. 8 Кӗлӗ чатӑрне ҫапла йӗркеленипе Святой Сывлӑш ҫакна кӑтартса парать: малти пӳлӗмӗ пур чухне Тасаран таса текен пӳлӗм уҫӑ мар-ха. 9 Ҫак тӗслӗхре хальхи вӑхӑт та сӑнарланнӑ: нимӗнле ахаль парне те, нимӗнле пусса панӑ парне те Турра пуҫҫапаканӑн чун-чӗрине аталантарса ҫитереймест. 10 Тӗрлӗ парне таврашӗ ӗҫсе ҫиес, ҫӑвас йӑлана туса пымаллине кӑна палӑртать. Ӳт-пӳпе кӑна ҫыхӑннӑ ҫак йӑла-йӗркене Турӑ ҫынсене ҫӗнӗ йӗркеччен кӑна тытса пымалла тунӑ.

11 Пире пулас ырӑлӑха паракан Аслӑ священник Христос вара этем аллипе туман, чи паха кӗлӗ чатӑрӗ витӗр Тасаран таса вырӑна кӗнӗ. Вӑл унта качака е пӑру юнне илсе кӗмен, Хӑйӗн Юнне парса пӗрре кӗнӗ. Ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫа Христос пирӗн валли Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ. 13 Енчен те качакапа пӑру юнне, тына пӑру кӗлне сирпӗтсе ирсӗрленнисене тасатма пулать пулсан, 14 Христос Юнӗ пире мӗн тери хӑватлӑрах тасатма пултарӗ! Вӑл Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Хӑйне таса парнелӗхе Турра панӑ. Ҫакна Вӑл, пирӗн чунӑмӑрсене вилӗмле ӗҫсенчен тасатса, чӗрӗ те чӑн Турӑшӑн ӗҫлесе тӑччӑр тесе тунӑ.

15 Ҫавӑнпа та Турӑ этеме панӑ ҫӗнӗ халал Ун урлӑ пулнӑ. Христос пире малтанхи халал саманинче тунӑ ҫылӑхсемшӗн Хӑйӗн вилӗмӗпе тӳлесе илнӗ, ҫапла майпа Турӑ шантарнӑ ӗмӗрлӗх еткере илме тивӗҫлисем Турӑ пама пулнине илччӗр тенӗ. 16 Халалӗ пур пулсан, халаллаканӗ вилнине ҫирӗплетмелле. 17 Мӗншӗн тесен халал сӑмахӗ халаллаканӗ вилсен ҫеҫ вӑя кӗрет, халал параканӗ чӗрӗ чухне вӑл вӑйра мар. 18 Ҫавӑнпа та ӗнтӗ малтанхи халала та юнпа ҫирӗплетнӗ. 19 Моисей, мӗн пур халӑха саккунри пӗтӗм пил-хушусене пӗлтерсе, пӑрупа качака юнӗ, шыв, хӗретнӗ ҫӑм тата иссоп туратне илнӗ те халал кӗнеки ҫине, халӑх ҫине сирпӗтнӗ. 20 Сирпӗтнӗ чухне вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫак юн – Турӑ пире пӑхӑнса пурӑнма хушнӑ халала ҫирӗплетекен юн». 21 Унтан вӑл кӗлӗ чатӑрӗ ҫине те, Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ чух тыткалакан пур япаласем ҫине те юн сирпӗтнӗ. 22 Саккунпа килӗшӳллӗн, пурне те тенӗ пекех юнпа тасатмалла, юн тӑкмасӑр каҫару та пулмасть.

Христос Хӑйне парнелӗхе кӳни ҫылӑхран хӑтарать

23 Эппин тӳперин ҫӗр ҫинчи ӗлкисене ҫапла майпа тасатмалла, анчах та тӳперине ку парнесенчен те лайӑхраххипе кӑна тасатма пулать. 24 Христос этем аллипе тунӑ ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑна кӗмен, ку вырӑн – тӳперин ӗлки кӑна. Пирӗншӗн Турӑ умне тӑмашкӑн Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ. 25 Аслӑ священник юн илет те кашни ҫулах Тасаран таса вырӑна парне кӳме кӗрет. Христос вара Хӑйӗн пурӑнӑҫне нумай хутчен памасть. 26 Апла мар пулсан, тӗнчене пултарнӑранпа Унӑн нумай-нумай хутчен асапланмаллаччӗ. Вӑл вара тӗнче пӗтмӗшӗнче, Хӑйне Хӑй Турра пӗр хут парнелӗхе кӳрсе, ҫылӑха пӗтермешкӗн килнӗ. 27 Этеме пӗрре кӑна вилме пӳрнӗ, кайран унӑн Суд умне тӑмалла. 28 Ҫавнашкалах Христос та, нумай ҫыннӑн ҫылӑхне илсе каяс тесе, Хӑйне пӗрре Турра парнелӗхе кӳнӗ. Иккӗмӗш хут килнӗ чухне Вӑл пире ҫылӑхран хӑтарма мар, Хӑйне кӗтекенсене ҫӑлас тесе килӗ.

10

1 Саккун паракан ырӑлӑх – пулас чӑн-чӑн ырӑлӑхсен мӗлки кӑна. Ҫулсерен тӑтӑшах пӗрешкел парнепе Турӑ патне пыракансене вӑл нихӑҫан та чи паха шая ҫитереймест. 2 Ахальлӗн ҫынсем парне кӳме пӑрахӗччӗҫ, мӗншӗн тесен парне кӳрекенсем, пӗрре ҫылӑхран тасалнӑскерсем, хӑйсем ҫылӑхлине пӗлми пулӗччӗҫ. 3 Ҫуллен Турра кӳрекен парне вара ҫылӑх ҫинчен астутарсах тӑрать. 4 Мӗншӗн тесен пӑрупа качака юнӗ ҫылӑха пӗтерме пултараймасть.

5 Ҫавӑнпа та Христос, тӗнчене килсе, ҫапла калать: «Ахаль парне те, пусса панӑ парне те Сана кирлӗ пулмарӗ, ҫавӑнпа Эсӗ Мана ӳт-пӳллӗ турӑн. 6 Пӗтӗмӗшпе ҫунтарнӑ парне те, ҫылӑхшӑн пусса панӑ парне те Сана юрӑхлӑ пулмарӗ. 7 „Турӑҫӑм, акӑ Эпӗ! – терӗм вара Эпӗ. – Кӗнекере Ман ҫинчен ҫырнӑ пекех, Эпӗ Санӑн ирӗкне пурнӑҫламашкӑн килтӗм“». 8 Саккунпа кӳрекен парнесенчен: «ахальли те, пусса пани те, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса пани те, ҫылӑхшӑн кӳни те Сана юрӑхлӑ мар», – тенӗ Вӑл малтан. 9 «Эй, Турӑҫӑм, акӑ Эпӗ, Эпӗ Санӑн ирӗкне пурнӑҫламашкӑн килтӗм», – тенӗ Вӑл кайран. Ҫапла майпа кайран каланине ҫирӗплетмешкӗн малтан каланине пӑрахӑҫланӑ. 10 Христос Хӑйӗн ӳтне Турӑ ирӗкӗпе пӗрре тата яланлӑха парнелӗхе кӳнипе эпир тасалнӑ.

11 Кашни священниках кунсерен Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрать, пӗрешкел парнесемех нумай хутчен Турра кӳрет, анчах вӑл парнесем ҫылӑха нихӑҫан та пӗтереймеҫҫӗ. 12 Христос вара, пирӗн ҫылӑхсемшӗн пӗрре парне кӳрсе, Туррӑн сылтӑм енне ӗмӗрлӗхех ларнӑ. 13 Унтан Вӑл Хӑйӗн тӑшманӗсене ури айне тӑвиччен кӗтнӗ. 14 Мӗншӗн тесен Вӑл пӗрре парне кӳрсех Хӑй сӑвапласа тасатнисене яланлӑхах чи паха шая ҫитернӗ. 15 Ун ҫинчен Святой Сывлӑш та ҫирӗплетсе пӗлтерет. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: 16 «Ҫав кунсем иртсен, – тет Хуҫа Турӑ, – Эпӗ вӗсене ҫак халала парӑп, Хамӑн саккуна вӗсен чӗрисене хывӑп, ӑс-пуҫне ҫырса хурӑп». 17 «Вӗсен ҫылӑхӗсемпе йӗркесӗрлӗхне те аса илмӗп», – тет Турӑ. 18 Эппин, ҫылӑха каҫарнӑ пулсан, ҫылӑхшӑн парне кӳмелле мар.

Чӗнсе тата асӑрхаттарса калани

19 Ҫапла вара, тӑванӑмӑрсем, Иисус Христос Юнне пула эпир Тасаран таса вырӑна ҫӗнӗ те чӗрӗлӗхлӗ ҫулпа кӗме хӑятпӑр. 20 Ҫав ҫула Вӑл пире чаршав урлӑ, урӑхла каласан, Хӑйӗн ӳчӗ урлӑ ҫӗнӗрен уҫса панӑ. 21 Чаплӑ священникӑмӑра Турӑ кил-ҫуртне пӑхса тӑмашкӑн лартнӑ. 22 Эппин Турӑ патне таса чунпа, тулли ӗненӳпе, ҫылӑхлӑ чӗремӗрсене сӑваплатса-сирпӗтсе, ӳт-пӗве таса шывпа ҫуса кӗрер. 23 Хамӑр ӗненекен шанчӑка иккӗленмесӗр чунтан парӑнар, мӗншӗн тесен Шантараканӗ Хӑйӗн сӑмахне яланах тытать. 24 Пӗр-пӗрин ҫинчен шухӑшлар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарар. 25 Хӑшӗ-пӗрисем хӑнӑхса кайнӑ пек, хамӑр пухусене ҫӳремесӗр тӑрар мар. Ҫав Кун ҫывхарнине пӗлсе пӗр-пӗрне вӑйлӑрах ӳкӗтлер.

26 Енчен те эпир чӑнлӑха пӗлнӗ хыҫҫӑн та хамӑр ирӗкпех ҫылӑха кӗретпӗр пулсан, хамӑр ҫылӑхсемшӗн парне кӳме пирӗн урӑх нимӗн те тӑрса юлмасть. 27 Вара пирӗн хӑраса суда кӗтмелли тата Турра хирӗҫҫисене тӗп тӑвасла хаяр вута кӗтмелли ҫеҫ юлать. 28 Кам та пулин Моисей саккунне пӑснине икӗ е виҫӗ ҫын кӑтартса парсан, пӑсаканнине вӗлермеллех айӑплаҫҫӗ. 29 Апла пулсан, хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: Турӑ Ывӑлне ним вырӑнне хумасӑр, халала ҫирӗплетсе хӑйне тасатнӑ Юна сӑваплӑх вырӑнне хуман, ырӑлӑхлӑ Турӑ Сывлӑшне хурлакан ҫынна епле вӑйлӑрах айӑплав пулӗ! 30 Ҫак сӑмахсене Кам каланине пӗлетпӗр-ҫке-ха: «„Манра – тавӑру, Эпӗ тавӑрса парӑп“, – тет Хуҫа Турӑ». Тата Вӑл ҫапла каланӑ: «Хуҫа Турӑ Хӑй халӑхне суд тӑвӗ». 31 Чӗрӗ Турӑ аллине лекесси епле хӑрушӑ!

32 Иртнӗ кунсене, ӗненсе ҫутта тухнӑ хыҫҫӑн хӑрушӑ асап тӳссе паттӑрлӑх кӑтартнӑ кунсене, аса илӗр-ха. 33 Пӗр енчен, сире пӗтӗм халӑх умӗнче мӑшкӑлласа хур тӑватчӗҫ; тепӗр енчен, хӑвӑр юлташӑрсем ҫакна тӳснине курса тӑратӑрччӗ. 34 Тӗрмене хупнисен асапне, ҫав шутрах манӑнне те, эсир те пӗрлех пайлатӑрччӗ. Тӳпере хӑвӑрӑн лайӑхрах, пӗтми пурлӑх пуррине пӗлнӗ пирки ҫӗр ҫинчи пурлӑхӑра туртса илнишӗн те кулянмастӑрччӗ. 35 Малашне те ҫавнашкалах шанчӑкӑра сӳнме ан парӑр, уншӑн сире аслӑран та аслӑ сӑвап пулӗ. 36 Турӑ ирӗкне пурнӑҫласчӗ тесе, Вӑл сӑмах парса шантарнине илесчӗ тесе, малашне те тӳсӗмлӗ пулӑр. 37 Мӗншӗн тесен «кӗтмелли нумаях та юлмарӗ, Килмелли часах килӗ, вӑрах кӗттермӗ. 38 Тӳрӗ пурӑнакан ӗненӳпе чӗрӗ пулӗ. Енчен те вӑл Манран пӑрӑнсан, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑма юрӑхлӑ пулмӗ». 39 Эпир вара Турӑран пӑрӑннӑ пӗтес ҫынсем мар, ҫирӗп ӗненсе чунӑмӑрсене ҫӑлса хӑварас текен ҫынсем.

11

1 Ӗненӳ шанчӑка тултарать, курӑнманнине те курӑнмалла тӑвать. 2 Ҫакнашкал ӗненӳшӗн мӑн асаттемӗрсене Турӑ ырлани паллӑ. 3 Ӗненӗве пула эпир ҫут тӗнчене Турӑ Хӑй сӑмахӗпе пултарнине, курӑнманнинчен курӑнаканни пулса кайнине пӗлетпӗр. 4 Ӗненӗве пула Авель Турра Каинран юрӑхлӑрах парне кӳнӗ. Ӗненӗве кура Турӑ, унӑн парнине йышӑнса, вӑл тӳрӗ пулнине кӑтартса панӑ. Авель вилнӗ пулин те, ӗненӗве пула халӗ те пирӗнпе калаҫать. 5 Ӗненӗве пула Еноха та виличченех ҫӳле, тӳпене куҫарнӑ: «Турӑ Хӑй патне илнӗрен вара ӑна шырасан та тупайман». Ку тӗнчерен илӗничченех Турӑ «ӑна кӑмӑлланине» пӗлтернӗ. 6 Ӗненӳсӗр вара Турӑ кӑмӑлне юрӑхлӑ пулма ҫук, мӗншӗн тесен Ун патне ҫывхараканӑн Турӑ пуррине тата Турӑ Хӑйне шыракансене сӑвап парассине ӗненмелле. 7 Ӗненӗве пула Ной та, Турӑ мӗн пуласси ҫинчен асӑрхаттарсан, Турра хисеплесе хӑранипе хӑйӗн кил-йышне ҫӑлмашкӑн карап тунӑ. Мӗн пуласси ун чухне уҫӑлман пулнӑ-ха. Ӗненӗве пула вӑл, ҫак пӗтӗм тӗнчене айӑпласа, ӗненӳрен килекен тӳрӗлӗхӗн еткерне илме тивӗҫ пулнӑ.

8 Ӗненӗве пула Авраам та, Турӑ хушнине итлесе, хӑй еткере илес ҫӗр-шыва тухса кайнӑ. Тухнӑ чухне вӑл хӑй ӑҫта каясса та пӗлмен. 9 Ӗненӗве пула вӑл хӑйне сӑмах парса шантарнӑ ҫӗр-шывра, ют ҫӗрти пек, чатӑрсенче пурӑннӑ. Исаакпа Иакова та Турӑ ҫав ҫӗр-шыва еткерлӗхе пама пулнӑ. Каярахпа вӗсем те унта ҫавнашкалах пурӑннӑ. 10 Авраам Турӑ ӑсталаса лартас ҫирӗп никӗслӗ хула ҫинчен ӗмӗтленнӗ. 11 Ӗненӗвне пула, ача туман Саррӑн, ватӑлнӑ пулин те, ҫие юлнӑ, ача ҫуралнӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне Шантараканӗ сӑмахне тытасси пирки иккӗленмен. 12 Ҫавӑнпа ӗнтӗ ватӑлса ҫитнӗ пӗр этемрен йышлӑ ӑру пулса кайнӑ. Тӳпери ҫӑлтӑрсем пек, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчисем пек, Авраам тӑхӑмне ӗнтӗ шутласа та кӑлараяс ҫук. 13 Шантарни пурнӑҫланнине курма май килмен пулин те, вӗсем пурте ӗненӳпех вилнӗ. Вӗсем Турӑ шантарни хӑҫан та пулин ҫитессе пӗлнипех савӑннӑ. Ҫак ҫӗр ҫинче хӑйсем ҫулҫӳревҫӗсем, ютран килнӗскерсем пулнине уҫҫӑнах каланӑ. 14 Ҫапла калакансем хӑйсен тӑван ҫӗр-шывне шырани куҫкӗретех. 15 Хӑйсем тухса кайнӑ тӑван ҫӗр-шывне асра тытнӑ пулсан вӗсем унта тавӑрӑнма май тупнӑ пулӗччӗҫ. 16 Анчах та вӗсем лайӑхрах ҫӗр-шывалла, тӳпери ҫӗр-шывалла ӑнтӑлнӑ. Ҫавӑнпа Турӑ Хӑйне вӗсен Турри тесе калама вӑтанмасть, мӗншӗн тесен Турӑ вӗсем валли хула хатӗрлесе хунӑ.

17 Авраам, ӗненӗве пула, Турӑ хӑйне тӗрӗсленӗ чухне Исаака парне кӳме хатӗр пулнӑ. Ӑна Турӑ сӑмах парса шантарнӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн пӗртен-пӗр ывӑлне Турра парне кӳме хатӗр пулнӑ. 18 Ҫакна вӑл Турӑ хӑйне: «Санӑн тӑхӑму Исаакран пуҫланӗ», – тесе каланине пӗлсе тӑнӑ ҫинчех тунӑ. 19 Турӑ хӑватлӑ, Вӑл вилнисене те чӗртсе тӑратма пултарать, тесе шухӑшланӑ вӑл. Чӑнах та, вилес Исаака та Турӑ чӗртсе тӑратнӑ. Ҫакна Вӑл малашнехине пӗлтермешкӗн тунӑ. 20 Ӗненӗве пула тата малашлӑхшӑн Исаак Иаковпа Исава пилленӗ. 21 Ӗненӗве пула Иаков, хӑй вилес умӗн, Иосифӑн ывӑлӗсене иккӗшне те пил панӑ. Унтан, туйи ҫине таянса, Турра пуҫ тайнӑ. 22 Ӗненӗве пула Иосиф та вилес умӗн Израиль халӑхӗ Египетран тухасса пӗлтернӗ, кайран хӑйӗн шӑмми-шаккипе мӗн тумаллине те хушса хӑварнӑ. 23 Ӗненӗве пула ашшӗ-амӑшӗ Моисея ҫуралнӑ хыҫҫӑн виҫӗ уйӑха яхӑн пытарса усранӑ. Ачи епле хитре пулнине курсан вӗсем патша хушнине те итлемен. 24 Ӗненӗве пула Моисей, ӳссе ҫитӗнсен, хӑйне фараон хӗрӗн ывӑлӗ теме пӑрахнӑ. 25 Ҫылӑхлӑ та вӑхӑтлӑх киленӳсемпе савӑнса пурӑниччен Турӑ халӑхӗпе пӗрле нушаланам тенӗ вӑл. 26 Турӑ тавӑрса парасса пӗлнӗрен вӑл Турӑ Суйласа илнин хурлӑхне Египет пуянлӑхӗнчен маларах хунӑ. 27 Ӗненӗве пула вӑл патша ҫиллинчен хӑрамасӑрах Египетран тухса кайнӑ. Ӑна, Курӑнманскере, курнӑ пекех, Моисей Унӑн ирӗкне ҫирӗп пурнӑҫланӑ. 28 Ӗненӗве пула вӑл, Израиль ҫыннисен пирвайхи ачисене вӗлерекенӗн алли ан тӗкӗнтӗр тесе, пасха туса алӑк суллисене юнпа сӑрласа палӑртса тухнӑ. 29 Ӗненӗве пула Израиль ҫыннисем Хӗрлӗ тинӗс урлӑ тип ҫӗр урлӑ каҫнӑ пекех каҫма пултарнӑ. Египет ҫыннисем вара, вӗсем пекех каҫма тӑрсан, путса вилнӗ. 30 Ӗненӗве пула Турӑ ҫыннисем хула тавра ҫичӗ кун хушши утса ҫавӑрӑннӑ хыҫҫӑн Иерихон хӳми ишӗлсе аннӑ. 31 Раав ятлӑ аскӑн хӗрарӑм, ӗненӗве пула, Турра пӗлменнисемпе пӗрле вилмен, мӗншӗн тесен Израилӗн вӑрттӑн сӑнавҫисене кӑмӑллӑн йышӑннӑ, хӑй патӗнче ҫӗр каҫарнӑ, кайран урӑх ҫулпа ӑсатса янӑ.

32 Тата мӗн калам? Гедеон, Варак, Самсон, Иеффай, Давид ҫинчен тата Самуилпа ытти пророксем ҫинчен каласа памашкӑн вӑхӑт та ҫитеймӗ. 33 Ӗненӗве пула ҫав ҫынсем патшалӑхсене ҫӗнтернӗ, тӳрӗлӗхлӗ пурӑнӑҫ тунӑ, Турӑ шантарнине илме пултарнӑ. Вӗсем арӑслансене йӑвашлатнӑ, 34 хаяр вут-ҫулӑма сӳнтернӗ, хӗҫрен хӑтӑлса юлнӑ, халсӑрскерсем вӑй илнӗ, вӑрҫӑра паттӑр пулнӑ, тӑшман ҫарӗсене хӑваласа янӑ. 35 Вилнисене, чӗртсе тӑратса, хӗрарӑмсене тавӑрса панӑ. Хӑшӗ-пӗрисем, Турӑшӑн вилмеллех асап курнисем, лайӑхрах пурӑнӑҫшӑн чӗрӗлсе тӑрас тесе, сӗннӗ ирӗклӗхе те йышӑнман. 36 Теприсене тата мӑшкӑлланӑ, хӗненӗ, сӑнчӑрласа тӗрмене хупнӑ. 37 Вӗсене чулпа пере-пере вӗлернӗ, пӑчкӑпа татнӑ, асаплантарнӑ, хӗҫпе вӗлернӗ. Вӗсем, сурӑх е качака тирӗсем пӗркенсе ярса, ӗмӗрӗсене ҫапкаланса ҫӳресех ирттернӗ, ҫити-ҫитми, хӗн-хурлӑ, ҫын кулли пулса пурӑннӑ. 38 Вӗсен, тӗнчерен те аслӑ ҫынсен, пуш хирсемпе сӑрт-тусем тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳреме, ҫӗр хӑвӑлӗсемпе хушӑкӗсенче пурӑнма тивнӗ. 39 Турӑ вӗсен ӗненӗвне ырланӑ, анчах та сӑмах парса шантарнине вӗсем кӗтсе илеймен. 40 Мӗншӗн тесен Турӑ вӗсене пирӗнпе пӗрле кӑна чи паха шая ҫитерме шутланӑ. Турӑ пирӗн валли эпир кӗтнинчен те чаплӑраххи хатӗрлесе хунӑ иккен.

12

Турӑ сире Хӑйӗн ывӑлӗсем вырӑнне хурать

1 Пире курса-пӗлсе тӑракансем пирӗн йӗри-тавра пӗлӗт пек нумай. Ҫавӑнпа та, ӗнсе ҫинчи ҫӗклеме илсе персе, ҫылӑх тӑллине татса, хамӑр утас ҫула тӳсӗмлӗн утса тухар. 2 Иисус ҫине куҫ илмесӗр пӑхар. Вӑл – ӗненӗве Пуҫараканӗ тата Пурнӑҫлаканӗ. Вӑл, тӳпере ырлӑх курас вырӑнне, мӑшкӑла пӑхса тӑмасӑр хӗрес ҫинчи асапа курнӑ. Вара Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ. 3 Халсӑрланса кӑмӑл ҫирӗплӗхне пӗтерес мар тесен, ҫылӑхлӑ ҫынсен мӑшкӑлне Тӳсекенӗ пирки шухӑшлӑр. 4 Эсир, ҫылӑхпа кӗрешсе, юн тӑкман-ха. 5 Ашшӗ ывӑлӗсене каланӑ пек, Турӑ хӑвӑра лӑплантарса каланӑ ҫак сӑмахсене эсир маннӑ: «Ывӑлӑм! Хуҫа Турӑ айӑплавне тӗрӗс хакла, Вӑл сана питлет пулсан, хуйха ан ӳк. 6 Мӗншӗн тесен Хуҫа Турӑ Хӑйне савакана асап кӑтартать, Хӑй кӑмӑллакан ывӑлне чӗн пушӑпа ӑс парать». 7 Ҫавӑнпа та, инкек-синкек килсе тухсан, Турӑ пире Хӑйӗн ывӑлӗсем вырӑнне хучӗ тейӗр. Ашшӗ айӑпламан ывӑл пулать-и? 8 Мӗн пур ывӑлсене айӑпланӑ пекех сире айӑпламарӗҫ пулсан, эсир вара чӑн ывӑлсем мар, тӑван мар ывӑлсем кӑна. 9 Ҫӗр ҫинчи атте пире айӑпласан эпир ӑна итлетпӗр, чун-чӗм тӗлӗшӗнчен Атте пулакана пирӗн тата ытларах итлемелле мар-им вара? Ӑна итлени пурӑнӑҫ парать-ҫке-ха! 10 Ҫӗр ҫинчи аттесем пире хӑйсен тӗрӗслӗхӗпе вӑхӑтлӑха кӑна айӑпланӑ. Чун-чӗм тӗлӗшӗнчен Атте пулакан вара пире усӑ тӑвас тесе, Хӑйӗн сӑвапне парас тесе айӑплав хурать. 11 Кирек епле айӑплав та ҫав вӑхӑтра савӑнтармасть, кулянтарать. Ҫапла ӑс пани каярахпа пире тӳрӗлӗхпе канӑҫлӑх ҫимӗҫӗ парать. 12 Ҫавӑнпа та лӑштӑр кайнӑ ал-урӑрсене тӗреклетӗр, 13 уксахлакан урӑр ан мӑкӑлтантӑрччӗ, сиплентӗрччӗ тесе, тӳрӗ сукмакпа утӑр.

Турӑ ырӑлӑхне йышӑнманнисене асӑрхаттарни

14 Ҫынсемпе килӗштерсе, сӑваплӑ пурӑнма тӑрӑшӑр. Сӑвапсӑр пурӑнсан Хуҫа Туррӑмӑра кураймӑр. 15 Сирӗнтен хӑшӗ те пулин Турӑ ырӑлӑхне ҫухатасран асӑрханӑр. Йӳҫек тымартан наркӑмӑшлӑ хунав тухса сиен ан тутӑрччӗ, нумай ҫынна ан ирсӗрлеттӗрччӗ. 16 Сирӗн хушшӑрта, Исав пек, Турӑран пӑрӑннисем е Турра хисеплеменнисем ан пулччӑр. Исав еткере тивӗҫлӗ малтанхи ачи пулнӑ. Вӑл ҫав тивӗҫе чашӑк яшкалла сутса янӑ. 17 Пӗлетӗр ӗнтӗ, кайран Исав ашшӗн пилне илесшӗн питӗ ҫуннӑ, анчах ӑна пил паман. Куҫҫулӗпе йӗрсе айӑпне йышӑнсан та ӳкӗнме мехел ҫитереймен.

18 Эсир, Израиль халӑхӗ пек, вут-ҫулӑм сирпӗтекен тата чӑн-чӑн ту патне ҫывхармарӑр; тӗттӗмлӗх, сӗмлӗх тата тӑвӑл патне ҫывхармарӑр; 19 эсир труба сасси патне, тӳпери сасӑ патне ҫывхармарӑр. Тӳперен килекен сӑмахсене илтес мар тесе ҫынсем Турра тархасласа йӑлӑннӑ. 20 Мӗншӗн тесен «ҫак ту ҫумне тискер кайӑк сӗртӗнсессӗн те, ӑна чулпа е ухӑпа персе вӗлерӗҫ» тесе хӑйсене чарнине ҫынсем тӳсеймен. 21 Ҫак курӑну питӗ хӑрушӑ пулнӑран Моисей: «Эпӗ хӑранипе чӗтретӗп», – тенӗ. 22 Эсир вара Сион тӑвӗ патне, чӗрӗ Турӑ хули патне, тӳпери Иерусалим патне, пин-пин ангел патне ҫывхартӑр. 23 Эсир савӑнмашкӑн пухӑннӑ малтанхи ывӑлсен Чиркӗвӗ патне ҫывхартӑр. Вӗсен ятне тӳпере ҫырса хунӑ. Эсир пурне те Суд тӑвакан Турӑ патне, паха шая ҫитнӗ тӳрӗ ҫынсен чунӗсем патне ҫывхартӑр. 24 Эсир Хӑй урлӑ ҫӗнӗ халал панӑ Иисус патне, сӑваплатса сирпӗтмелли Юн патне, ҫывхартӑр. Авель юнӗпе танлаштарсан, Иисус юхтарнӑ Юн чылай мухтавлӑрах.

25 Асӑрханӑр, Турӑ каланине итлемесӗр ан тӑрӑр. Хӑйсене ҫӗр ҫинче асӑрхаттарса калакана итлемен ҫынсем айӑпа юлнӑ пулсан, эпир вара, тӳперен Калакантан пӑрӑнсан, пушшех те айӑплӑ пулӑпӑр. 26 Ун чухне Турӑ сасси ҫӗре кисрентернӗ, халӗ вара Вӑл ҫапла сӑмах панӑ: «Ҫӗре кӑна мар, тӳпене те татах кисрентерӗп». 27 «Татах» тени кисренменни яланах пулмашкӑн кисренекенни, пултарнӑскер, улшӑнасса пӗлтерет. 28 Ҫавӑнпа та пирӗн, кисренмен Патшалӑха тивӗҫлисен, пархатарлӑ пулмалла. Ҫав пархатарпа Турра юрӑхлӑн, чунтан хисеплесе те хӑраса Турӑшӑн тӑрӑшар. 29 Мӗншӗн тесен пирӗн Туррӑмӑр – йӑлтах пӗтерекен вут-ҫулӑм та.

13

Турра юрӑхлӑ пуласси

1 Ӗненекен тӑванӑрсене юратӑр. 2 Ютран килнӗ ӗненекенсемпе тараватлӑ пулӑр, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем пӗлмесӗрех ангелсене хӑна туса янӑ. 3 Хӑвӑр вӗсемпе пӗрле ларнӑ пекех, тӗрмере ларакан ӗненекенсене аса илсех тӑрӑр. Хӑвӑр вӗсемпе пӗрле асап курнӑ пекех, асап куракансене те асрах тытса тӑрӑр. 4 Арлӑ-арӑмлӑ пурӑнӑҫ хисепре пултӑр, мӑшӑрсем пӗр-пӗрне ан улталаччӑр. Улталакансене тата аскӑнланакансене Турӑ суд тӑвӗ. 5 Укҫана ан хапсӑнӑр, мӗн пуррипе ҫырлахӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана пӑрахмӑп, Эпӗ сана хӑвармӑп». 6 Ҫавӑнпа та эпир ҫирӗп кӑмӑлпа ҫапла калатпӑр: «Мана Хуҫамӑр пулӑшать, эпӗ нимӗнрен те хӑрамӑп, ҫын мана мӗнех тӑвайӗ?» 7 Хӑвӑра Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ ӳкӗтлевҫӗсене асрах тытса тӑрӑр. Вӗсем тивӗҫлӗ пурӑнса тивӗҫлӗ вилнине курсассӑн, вӗсем пекех ӗненме тӑрӑшӑр. 8 Иисус Христос ӗнер те, паян та, ӗмӗр-ӗмӗр – Ҫавах. 9 Тӗрлӗ ют вӗрентӳсем хыҫҫӑн ан кайӑр; мӗншӗн тесен ҫимелли йӑла-йӗркене тытса пыни никама та усӑ паман-ха. Кӑмӑлӑра ҫав йӑласемпе мар, Турӑ тивлечӗпе ҫирӗплетӗр. 10 Пирӗн хамӑрӑн парне вырӑнӗ пур, ун ҫинчи Турра кӳнӗ ҫимӗҫе кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑракансен те ҫиме юрамасть. 11 Ҫылӑхшӑн парнене кӳнӗ выльӑх-чӗрлӗх юнне аслӑ священник Тасаран таса вырӑна илсе кӗрет, пуснӑ выльӑх-чӗрлӗхне вара тапӑр тулашӗнче ҫунтарса яраҫҫӗ. 12 Ҫавӑнпа та Иисус, ҫынсене Хӑйӗн Юнӗпе сӑвапласа тасатас тесе, хула хапхи тулашӗнче асап курнӑ. 13 Вӑл тӳснӗ мӑшкӑла хамӑр ҫие илер те Ун патне тулашне тухар. 14 Мӗншӗн тесен кунта пирӗн ялан пурӑнмалли хула ҫук, пулас хулана эпир ӑнтӑлса шыратпӑр. 15 Ҫапла вара, Турра яланах Иисус урлӑ мухтав парни кӳрсе тӑрар, урӑхла каласан, тута-ҫӑварӑмӑрсемпе Ӑна мухтар. 16 Пӗрне-пӗри ырӑ тума ан манӑр, туслӑ пурӑнӑр – Турра шӑпах ҫакнашкал парнесем юрӑхлӑ.

17 Хӑвӑр вӗрентӳҫӗрсене итлӗр, пӑхӑнӑр. Вӗсем сирӗншӗн Турӑ умӗнче яваплӑ, ҫавӑнпа вӗсем сирӗн чунӑршӑн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав ӗҫе вӗсем хуйхӑрса мар, савӑнса туччӑр тесе (вӗсем хуйхӑрса ӗҫленинчен сире усӑ пулас ҫук), вӗсене пӑхӑнӑр. 18 Эпир тӗрӗс пурӑнасчӗ тетпӗр, ҫавӑнпа хамӑр чунсем тасине шанатпӑр. Пирӗншӗн кӗлтӑвӑр. 19 Турӑ мана хӑвӑртрах сирӗн патӑра тавӑрӑнмалла тутӑрччӗ тесе уйрӑмах хытӑ кӗлтӑвӑр.

Пиллени тата салам яни

20 Хӑйӗн сурӑхӗсен Аслӑ Кӗтӳҫине, Юнӗпе ӗмӗрлӗх халала ҫирӗплетнӗ Иисус Христос Хуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ канӑҫлӑх Турри, 21 Хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлаччӑр тесе, сире ырӑ ӗҫсем тума май патӑр. Иисус Христос урлӑ Вӑл пире Хӑйне юрӑхлӑ пек тутӑр. Христоса ӗмӗр-ӗмӗр мухтав! Аминь.

22 Тӑванӑмӑрсем! Ҫак ӳкӗт сӑмахӗсене йышӑнсамӑр. Ҫырасса та эпӗ кӗскен кӑна ҫыртӑм. 23 Тата Тимофей тӑванӑмӑра тӗрмерен кӑларса янине пӗлсемӗр. Ҫывӑх вӑхӑтрах вӑл ман патӑма килес пулсан, иксӗмӗр те сирӗнпе курнӑҫма тӑрӑшӑпӑр.

24 Хӑвӑра вӗрентекенсемпе ӗненекенсене пурне те салам калӑр. Италирисем те сире салам яраҫҫӗ. 25 Сире пурне те Турӑ тивлечӗ пултӑр! Аминь.