СӐВАПЛӐ ПАВЕЛ АПОСТОЛ ГАЛАТИРИ ӖНЕНЕКЕНСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ҪЫРУ

1

Саламлани

1 Ҫын кӑмӑлӗпе те, этем ирӗкӗпе те мар, Иисус Христоспа Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Атте Турӑ суйласа илнипе апостола тухнӑ Павелран 2 тата кунта манпа пӗрлехи мӗн пур ӗненекен тӑванӑмӑрсенчен – Галатири ӗненекен ушкӑнсене. 3 Сире Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗпе канӑҫлӑхӗ пултӑр. 4 Пире ҫак тӗнче усаллӑхӗнчен хӑтарас тесе Иисус Христос пирӗн ҫылӑхсемшӗн Атте Туррӑмӑр ирӗкӗпе Хӑйӗн пурӑнӑҫне панӑ. 5 Турӑ ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ пултӑр. Аминь.

Урӑхла Ырӑ Хыпар ҫук

6 Эсир хӑвӑра Христос ырӑлӑхӗпе чӗнсе илекентен пӑрӑнса ырӑ хыпар текен урӑхла вӗрентӳ хыҫҫӑн ытла та час кайнинчен эпӗ тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗп. 7 Анчах та урӑхла Ырӑ Хыпар ҫук! Сире иккӗлентерсе ярса Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӑсас текен ҫынсем кӑна пур. 8 Сире кам та пулин эпир маларах вӗрентнинчен урӑхларах вӗрентес пулсассӑн – ҫапла вӗрентекенӗ хӑть эпир пулар, хӑть тӳперен аннӑ ангел пултӑр – ылхан ҫиттӗр ӑна! 9 Эпир сире малтан пӗрре каланӑччӗ, халӗ татах тепре калам: хӑвӑр йышӑннӑ Ырӑ Хыпара мар, урӑхлине вӗрентекене ылхан пултӑр. 10 Халӗ эпӗ этем кӑмӑлне е Турӑ кӑмӑлне юрасшӑн тӑрӑшатӑп-ши? Тен, эпӗ ҫынсене юрас тесе тӑрӑшатӑп? Эпӗ халиччен ҫынсене юрас тесе пурӑннӑ пулсан Христос чури пулмӑттӑм.

Павел хӑй апостола епле тухни ҫинчен калани

11 Эй, тӑвансем, сире хыпарлатӑп: эпӗ сире вӗрентнӗ Ырӑ Хыпар этемӗн мар. 12 Эпӗ ӑна этемрен илтмен, этемрен вӗренмен, ӑна мана Иисус Христос Хӑй пӗлтернӗ. 13 Эпӗ иудей тӗнне тытса тӑнӑ чухне еплерех пурӑнни ҫинчен эсир илтнӗ ӗнтӗ: эпӗ, Туррӑн Чиркӗвне пӗтерес тесе, ӗненекенсене хаяррӑн хӗсӗрлеттӗм. 14 Аттемӗрсенчен юлнӑ йӑла-йӗркесемшӗн эпӗ виҫесӗр тӑрӑшаттӑм, хамӑр иудей тӗнӗшӗн ман пек ҫунаканни тантӑшсем хушшинче те урӑх ҫукчӗ. 15 Анчах та ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ мана аннем варӗнчех суйласа илнӗ пулнӑ. Турӑ мана Хӑйӗн Ывӑлӗ камне уҫса пачӗ, чӑн Турра пӗлмен халӑхсене Ывӑлӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме мана Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе чӗнсе илчӗ. Ун чухне те эпӗ этемсенчен ӑс ыйтма васкамарӑм, 17 хамран маларах апостола тухнисем патне Иерусалима та каймарӑм. Эпӗ тӳрех Аравине кайрӑм, унтан каллех Дамаска тавӑрӑнтӑм.

18 Кайран, тепӗр виҫӗ ҫултан, эпӗ Петрпа тӗл пулма Иерусалима кайрӑм, ун патӗнче икӗ эрнене яхӑн пурӑнтӑм. 19 Хуҫамӑрӑн тӑванӗ Иаковсӑр пуҫне эпӗ пӗр апостолпа та курса калаҫман. 20 Турӑ умӗнче калатӑп: сирӗн пата ҫырнинче суеҫтерни ҫук. 21 Унтан эпӗ Сирипе Килики ҫӗрӗсене кайрӑм. 22 Иудейӑра, Христоса ӗненекен ушкӑнсенче, мана никам та палламастчӗ. 23 Вӗсем хӑйсене малтан хӗсӗрлекен, ӗненӗве пӗтерес текен ҫын халӗ хӑй ҫав тӗне вӗрентсе ҫӳрет тенине кӑна илтнӗ. 24 Вара вӗсем Турра маншӑн мухтанӑ.

2

Ытти апостолсем Павела хӑйсен йышне илни

1 Унтан, вун тӑватӑ ҫул иртсен, эпӗ Варнавӑпа каллех Иерусалима кайрӑм. Хамӑрпа пӗрле эпир Тита та илтӗмӗр. 2 Каясса эпӗ Турӑ уҫса панипе кайрӑм. Вара унта ӗненекенсене, уйрӑмах ятлӑ-сумлисене, хам ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентекен Ырӑ Хыпар ҫинчен каласа патӑм. Ҫакна эпӗ хам тӑрӑшни харам пулмарӗ-ши тесе турӑм. 3 Вара вӗсем манпа пӗрле пынӑ Тита та, вӑл грек пулин те, ӳт кастарма хистемерӗҫ. 4 Пирӗн хушшӑмӑрта вӑрттӑн йӗрлекен, тӑвансем пек курӑнма тӑрӑшакан сӑнавҫӑсем те пулчӗҫ. Вӗсем Иисус Христоса ӗненнипе тупнӑ ирӗкӗмӗр пирки вӑрттӑн пӗлсе пире пӑхӑнтарасшӑн пулнӑ. 5 Анчах та эпир, Ырӑ Хыпар чӑнлӑхне сирӗн валли упраса хӑварас тесе, вӗсен сӑмахӗсемпе килӗшмерӗмӗр, вӗсене кӑшт та парӑнмарӑмӑр. 6 Ятлӑ-сумлӑ ӗненекенсем пирки вара ҫакна каламалла: вӗсем ӗлӗкрех тем тери чаплӑ пулнӑ пулсан та – маншӑн пурпӗрех. Турӑ ҫынна кам пулнине кура хакламасть. Вӗсем, ятлӑ-сумлисем, вӗрентӗвӗм ҫумне урӑх нимӗн те хушма каламарӗҫ. 7 Пачах та урӑхла, Петра иудейсене вӗрентме епле Ырӑ Хыпар шанса панӑ, мана та ҫавнашкалах ытти халӑхсене вӗрентме Ырӑ Хыпар шанса панине вӗсем куҫкӗрет курчӗҫ. 8 Мӗншӗн тесен Петра ӳт кастарнисем хушшинче вӗрентме пулӑшакан Турӑ мана та ытти халӑхсем хушшинче Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳремешкӗн пулӑшса пычӗ. 9 Эпӗ Турӑ панӑ тивлетпе апостол тивӗҫне туса тӑнине пӗлсен, Иаков, Кифа тата Иоанн, тӗне тытса тӑракан ҫак хисеплӗ улӑпсем, Варнавӑпа иксӗмӗре юлташла алӑ тытрӗҫ. Ку ӗнтӗ эпир ытти халӑхсем патне каяс пирки, хӑйсем вара ӳт кастарнисем патне каяс пирки килӗшсе татӑлни пулчӗ. 10 Пире вӗсем чухӑнсене пулӑшса тӑма кӑна хушрӗҫ, эпӗ ҫавна пурнӑҫласа пыма тӑрӑшрӑм та.

Павел Петра ӳпкелени

11 Петр Антиохие пырсан эпӗ ӑна йӑнӑш ҫулпа кайнӑран уҫҫӑнах хирӗҫлеме пуҫларӑм. 12 Мӗншӗн тесен Иаков янӑ ҫынсем килсе ҫитиччен вӑл маларах урӑх халӑх ҫыннисемпе пӗрле ӗҫсе ҫиетчӗ, анчах та вӗсем килсе ҫитсен иудейсенчен шикленнипе урӑх халӑх ҫыннисенчен ютшӑнса-пӑрӑнса ҫӳре пуҫларӗ. 13 Ӑна кура ытти иудейсем те хӑйсене икӗ питлӗ тыткала пуҫларӗҫ, ҫапла икӗпитленессинчен Варнава та хӑтӑлса юлаймарӗ. 14 Эпӗ вара, вӗсем Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗн ҫулӗпе тӳрӗ пыманнине курсан, Петра пурин умӗнчех ҫапла каларӑм: «Эсӗ иудей пуҫҫӑнах иудей йӑли-йӗркипе мар, ытти халӑхсен йӑли-йӗркипе пурӑнатӑн пулсан, епле-ха тата ытти халӑхсене иудей йӑли-йӗркипе пурӑнма хистетӗн?»

Ӗненӗве пула иудейсемпе ытти халӑхсем ҫӑлӑнӑҫ тупни

15 «Эпир ытти халӑхсенчен ҫуралнӑ ҫылӑхлӑ ҫынсем мар, эпир иудей пулса ҫуралнӑ. 16 Ҫапах та ҫын саккун хушнине пурнӑҫласа пынипе Турӑ умӗнче тӳрре тухаймасса, Иисус Христоса ӗненнипе ҫеҫ тӳрре тухасса пӗлсен, эпир те Христос Иисуса ӗнентӗмӗр. Ӗнтӗ эпир саккун хушнине туса мар, Христоса ӗненнипе тӳрре тухса пыратпӑр, мӗншӗн тесен саккун хушнине пурнӑҫласа пынипе пӗр ҫын та тӳрре тухас ҫук. 17 Енчен те эпир хамӑр та, Христоспа пӗр пулса тӳрре тухма тӑрӑшаканскерсем, ҫылӑхлӑ пулсан, Христос ҫылӑхшӑн ӗҫлесе тӑракан пулса тухать-и вара? Паллах, апла мар. 18 Енчен те эпӗ хам пӑснине ҫӗнӗрен тӑватӑп пулсан, эппин мана айӑпламалла. 19 Турӑшӑн пурӑнас тенипе манӑн саккуна пӑсма тивет. Ҫапла вара, саккун тӑрӑхах эпӗ саккуншӑн вилнӗ пулса тухать. Эпӗ те Христоспа пӗрлех пӑталаннӑ, 20 ӗнтӗ эпӗ хам пурӑнмастӑп, ман чунӑмри Христос пурӑнать. Эпӗ халӗ ӳтлӗ-пӳллӗ пурӑнатӑп пулсан, Турӑ Ывӑлне ӗненнипе кӑна пурӑнатӑп: Вӑл, мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗме панӑ. 21 Эпӗ Турӑ ырӑлӑхне йышӑнмастӑп теместӗп. Енчен те Турӑ умӗнче саккунпа тӳрре тухма пулать пулсан, эппин Христос кӑлӑхах вилнӗ пулать».

3

Саккун тата ӗненӳ

1 Эй, айван Галати ҫыннисем! Сире кам илӗртсе чӑнлӑхран пистерчӗ? Пӑталанӑ Иисус Христос ҫинчен сире куҫӑн курӑнмалла пуличченех каласа кӑтартманччӗ-и вара? 2 Эпӗ сиртен ҫакна кӑна ыйтса пӗлесшӗн: эсир Святой Сывлӑша саккуна тытса пынӑран е ӗненме ӳкӗтленӗрен илтӗр? 3 Святой Сывлӑша илнинчен пуҫларӑр та халӗ этем йӑли-йӗркисемпе вӗҫлетӗр, ӗнтӗ эсир ҫав териех айван-и? 4 Эсир Христосшӑн тӳссе ирттерни усӑсӑр пулчӗ-шим вара? Е усӑсӑр кӑна пулсанччӗ! 5 Сире Турӑ мӗншӗн Сывлӑш парать, хӑватсем кӑтартать? Саккуна тытса пынӑран е Унӑн Хыпарне ӗненнӗрен? 6 Авраам Турра ӗненнӗ, ҫакна Турӑ тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ.

7 Ӗнтӗ пӗлсе тӑрӑр: ӗненекенсем – Авраам ачисем. 8 Ӗненӗве пула ытти халӑхсем те тӳрре тухасси пирки Ҫырнинчех каланӑ. Турӑ Авраама ун ҫинчен малтанах ҫапла пӗлтернӗ: «Сан урлӑ пур халӑх та пиллӗхлӗ пулӗ». 9 Ҫапла ӗнтӗ ӗненекенсем Турра чунтан парӑннӑ Авраампа пӗрлех пиллӗх илеҫҫӗ. 10 Саккун хушнипе пурӑнакансем вара пурте ылханлӑ, мӗншӗн тесен ҫапла ҫырнӑ: «Саккун кӗнекинче мӗн ҫырнине пурне те ялан тытса пыман кирек епле ҫын та ылханлӑ». 11 Саккунпа кӑна никам та Турӑ умӗнче тӳрре тухаймасси ҫак сӑмахсенчен уҫҫӑнах курӑнать: «Тӳрӗ пурӑнакан ӗненӳпе чӗрӗлӗхлӗ пулӗ». 12 Саккун ӗненӳпе ҫыхӑнман, унта ҫапла каланӑ: «Саккуна пӗтӗмпех тытса пыракан саккуна пула чӗрӗлӗхлӗ пулӗ». 13 Христос пирӗн ылхана Хӑй ҫине йышӑнса пире саккун ылханӗнчен Хӑйӗнпе тӳлесе илнӗ, мӗншӗн тесен: «Йывӑҫ хӗрес ҫине ҫакса асаплантарса вӗлернӗ ҫын ылханлӑ», – тесе ҫырнӑ вӗт-ха. 14 Ҫакӑ пӗтӗмпех ытти халӑхсем те Авраама панӑ пиллӗхе Иисус Христос урлӑ илччӗр тесе, пире те хамӑра шантарнӑ Сывлӑша ӗненӳпе илмелле пултӑр тесе пулса иртнӗ.

Саккун тата Турӑ сӑмах парса шантарни

15 Тӑванӑмӑрсем! Этем пурӑнӑҫӗнчен тӗслӗх илсе паратӑп: ҫын алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, шантарнӑ халала та никам та улӑштарма е хушса ҫырма пултараймасть. 16 Авраампа унӑн йӑхне вара Турӑ Хӑй сӑмах парса шантарнӑ. Асӑрхӑр: Вӑл нумай ҫын ҫинчен каланӑ пек «санӑн тӑхӑмна» темен, пӗр ҫын ҫинчен каланӑ пек «санӑн тӑхӑмунти Пӗрне» тенӗ. Ҫав Пӗри вӑл Христос. 17 Мӗншӗн ҫапла калатӑп-ха? Мӗншӗн тесен Туррӑн Христос ҫинчен малтанах ҫирӗплетнӗ, шантарнӑ сӑмахне тепӗр тӑват ҫӗр вӑтӑр ҫултан тин йӗркелесе ҫырнӑ саккун улӑштарма та, пӑрахӑҫлама та пултараймасть. 18 Ҫапла вара еткерлӗхе саккунпа илни Турӑ шантарнипе илни пулмасть, анчах та Авраама Турӑ Хӑйӗн еткерне сӑмах парсах шантарнӑ. 19 Апла пулсан саккун мӗн тума кирлӗ-ха? Ӑна каярахпа, ҫынсем усал ӗҫсем тума пуҫланӑ пирки, халӑха тытса тӑмашкӑн панӑ. Ангелсем урлӑ ҫураҫтаракана панӑ ҫав саккун Турӑ шантарнӑ «тӑхӑмри Пӗри» киличчен вӑйра тӑнӑ. 20 Анчах та ҫураҫтаракан килӗшӳ тӑвакан икӗ ен хушшинче кӑна пулма пултарать, Турӑ вара – пӗрре!

Турӑ шантарнӑ еткере илекенсем

21 Эппин саккун Туррӑн шантарса панӑ сӑмахӗсене хирӗҫлет-ши? Пачах та хирӗҫлемест! Мӗншӗн тесен ҫынсене чӗрӗлӗх пама пултаракан саккун панӑ пулсан, тӳрре тухасси чӑнах та саккунран килнӗ пулӗччӗ. 22 Анчах та Ҫырнинче пурте ҫылӑх тыткӑнӗнче тенӗ. Ҫапла вара Турӑ шантарнине Иисус Христоса ӗненнипе ҫеҫ, ӗненекенсем ҫеҫ илееҫҫӗ. 23 Килес ӗненӗве йышӑнма чӗремӗрсем уҫӑличчен, ӗненӳ вӑхӑчӗ ҫитичченех пире саккун сыхласа тӑнӑ. 24 Ҫапла вара ӗненнипе тӳрре тухчӑр тесе саккун пире ачана пӑхнӑ пек пӑхса Христос патне илсе ҫитерчӗ. 25 Ӗненӳ вӑхӑчӗ ҫитнӗренпе вара эпир ача пӑхаканӑн ирӗкӗнчен тухрӑмӑр.

26 Мӗншӗн тесен эсир пурсӑр та Христос Иисуса ӗненнипе Турӑ ывӑлӗсем пулса тӑтӑр. 27 Христоспа пӗр пулма тӗне кӗрсе эсир Христос сӑнлӑхне йышӑнтӑр. 28 Ӗнтӗ иудей та, урӑх халӑх ҫынни те ҫук; чура та, ирӗкли те ҫук; арҫын та, хӗрарӑм та ҫук – мӗншӗн тесен Христос Иисус сӑнлӑхӗнче эсир пурте пӗр. 29 Енчен те эсир Христосӑн пулсан, эппин эсир Авраам тӑхӑмӗсем, Турӑ шантарнӑ еткере илекенсем пулатӑр.

4

1 Тата калам: еткер илекенӗ мӗн пур пурлӑхӑн хуҫи пулин те, ача чухне чураран нимӗн чухлӗ те уйӑрӑлса тӑмасть. 2 Ашшӗ палӑртнӑ вӑхӑт ҫитиччен вӑл хӑйне пӑхса ӳстерекенсене, пурлӑхне пӑхса упракансене пӑхӑнса тӑрать. 3 Эпир те ҫаплах, ача шутӗнче чухне ҫут ҫанталӑк вӑйӗсене пӑхӑнса пурӑннӑ. 4 Анчах та вӑхӑт тулса ҫитсен Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне янӑ. Ӑна хӗрарӑмах ҫуратнӑ, Ҫав Ывӑл та саккуна пӑхӑнса пурӑннӑ. 5 Пире саккун тыткӑнӗнчен ирӗке кӑларттарса ывӑллӑха илес тесе Турӑ ҫапла тунӑ. 6 Эсир унӑн ачисем пулнӑран ӗнтӗ сирӗн чун-чӗрӗре Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗн Сывлӑшне янӑ. «Авва , Аттем!» – тесе ҫав Сывлӑш Турра чӗнет. 7 Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсӗ чура мар, Турӑ ывӑлӗ. Ывӑлӗ пулсассӑн, эппин эсӗ Иисус Христос урлӑ Унӑн еткерне илекенӗ пулатӑн.

Каялла ҫул ҫук

8 Тахҫан эсир Турра пӗлменрен турӑ маррисене турӑ тесе пуҫҫапса пурӑннӑ. 9 Халӗ вара, Турра пӗлнӗ хыҫҫӑн, тата тӗрӗсрех каласан, Турӑ сире пӗлнӗ хыҫҫӑн, мӗншӗн-ха эсир ҫут ҫанталӑкӑн халсӑр та мӗскӗн вӑйӗсем патне таврӑнасшӑн, мӗншӗн каллех вӗсен чури пуласшӑн? 10 Эсир темӗнле кунсемпе уйӑхсене, вӑхӑтсемпе ҫулсене уяса пурӑнатӑр. 11 Эпӗ сирӗншӗн шикленетӗп: сирӗн патӑрта вӑй хурса тӑрӑшни харама ан кайтӑрччӗ.

12 Эй, тӑвансем! Ман пек пулӑр тесе сире тархаслатӑп. Эпӗ те сирнешкелех. Эсир мана ним туса та кӳрентермерӗр. 13 Эпӗ сире чи малтан Ырӑ Хыпар вӗрентнӗ чухне ӳт-пӗвӗм халсӑр пулнине эсир пӗлнӗ. 14 Ӳт-пӗвӗм халсӑрришӗн ун чухне эсир мана тиркеме май пур ҫӗртех тиркемерӗр, манран йӗрӗнсе пӑрӑнмарӑр. Эсир мана Турӑ ангелне хапӑл тунӑ пекех, Христос Иисуса хапӑл тунӑ пекех йышӑнтӑр. 15 Ун чухнехи телейӗр ӑҫта кайса кӗчӗ халӗ? Ҫакна ҫирӗплетсех калатӑп: ун чухне эсир, кирлӗ пулсан, мана куҫӑрсене кӑларса пама та хатӗрччӗ! 16 Ҫапла вара, чӑннине каланӑшӑн эпӗ сирӗн тӑшманӑр пулса тӑтӑм-и? 17 Леш ҫыннисем вӗсем сире ырӑ тӑвас тесе мар, пире пӗр-пӗринчен сивӗтсе, сире хӑйсем майлӑ ҫавӑрасшӑн тӑрмашаҫҫӗ. 18 Ырришӗн ман умра кӑна мар, яланах тӑрӑшмалла. 19 Эй, ачамсем! Христос сӑнарӗ сирӗн чунӑрта пуличченех ача ҫуратакан хӗрарӑм тӳсекен асапа эпӗ каллех тӳсетӗп. 20 Ҫак самантра сирӗнпе пӗрле пулӑттӑмччӗ, урӑхларах калаҫӑттӑмччӗ, мӗншӗн тесен халӗ сирӗн пирки ним шухӑшлама та аптӑратӑп.

Агарьпе Сарра ҫинчен ытарлӑ калани

21 Эй, эсир, саккун йӑлипе пурӑнас текенсем! Каласамӑр мана: саккун мӗне вӗрентнине пӗлетӗр-и эсир? 22 Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Авраамӑн икӗ ывӑл пулнӑ. Пӗри – чура хӗрарӑмран, тепри – ирӗклӗ хӗрарӑмран“. 23 Анчах та чура хӗрарӑмран ҫурални ытти ачасем пекех ӳтрен ҫуралнӑ, ирӗклӗ хӗрарӑмран ҫурални вара Турӑ шантарса панӑ сӑмахран ҫуралнӑ. 24 Ҫакна ытарлӑ каланӑ: икӗ хӗрарӑм икӗ халала пӗлтерет. Пӗри – Синай тӑвӗ ҫинче панӑ йӗрке – Агаре пӗлтерет, унӑн ачисем те чура пулса ҫуралаҫҫӗ. 25 Агарь вӑл Аравири Синай тӑвне пӗлтерет тата хальхи Иерусалимпа тӳр килет, мӗншӗн тесен Иерусалим ачи-пӑчи мӗнӗпех чуралӑхра пурӑнать. 26 Ҫӳл тӳпери Иерусалим вара ирӗклӗ: вӑл – пирӗн аннемӗр. 27 Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Эй, ача тӑвайман, ача ҫуратайман хӗрарӑм, савӑн! Ача ҫуратса асап курманскер, хӗпӗртесе кӑшкӑр! Ма тесен арсӑр арӑмӑн ачи-пӑчи упӑшкаллӑ арӑмӑннинчен чылай нумайрах!“ 28 Эсир те, тӑвансем, Турӑ шантарнӑ сӑмахран Исаак пек ҫуралнӑскерсем. 29 Анчах ун чухне ӳтрен ҫурални Сывлӑшран ҫуралнине епле хӗсӗрленӗ, халӗ те ҫаплах. 30 Ҫырнинче ун пирки мӗн каланӑччӗ-ха? «Ирӗклӗ хӗрарӑмӑн ывӑлӗпе пӗрле еткер ан илтӗрччӗ тесен, чура хӗрарӑмпа унӑн ывӑлне хӑваласа ямалла», – тенӗ унта. 31 Ҫапла ӗнтӗ, тӑвансем, эпир чура хӗрарӑм ывӑлӗсем мар, ирӗклӗ хӗрарӑм ывӑлӗсем.

5

Христоса ӗненекенсем ирӗклӗ

1 Ҫапла вара, хамӑра Христос панӑ ирӗклӗхе ҫирӗп упраса пурӑнӑр, каллех чуралӑх пусмӑрне кӗрсе ӳкмелле ан пултӑр. 2 Акӑ эпӗ, Павел, сире калатӑп: ӳт кастарнипех эсир Христосран нимӗнле усӑ та кураймӑр. 3 Ӳтне кастаракан кирек епле ҫынна та тата ҫакна калам: унӑн саккуна тӗплӗн пурнӑҫласа тӑмалла. 4 Эсир, хӑвӑра саккунпа тӳрре кӑларас текенсем, Христоссӑр тӑрса юлтӑр, Турӑ ырӑлӑхӗсӗр тӑрса юлтӑр. 5 Эпир вара, ӗненсе Турӑ Сывлӑшне илнӗскерсем, хамӑра Турӑ тӳрре кӑларасса шанса кӗтсе тӑратпӑр. 6 Мӗншӗн тесен Христос Иисусӗпе пӗр пулсан, ӳт кастарнипе кастарманни ниме те пӗлтермест. Чи кирли вара – юратулӑхра палӑракан ӗненӳ.

7 Сирӗн ҫул пуҫламӑшӗ аванччӗ. Кам сире чӑнлӑх ҫулӗ ҫинчен пӑрса илсе кайрӗ? 8 Ҫултан пӑрӑнма сире, паллах, хӑвӑра чӗнекен Турӑ хистемен. 9 Сахал кӑвас тӗпех пӗтӗм чустана йӳҫӗтсе хӑпартать. 10 Эсир тек шухӑшӑрсене улӑштармасса, Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пуласса шансах тӑратӑп. Сире пӑтратакана вара, вӑл кирек кам пулсан та, айӑплав пулӗ. 11 Эй, тӑвансем! Хӑш-пӗрисем эпӗ халӗ те ӳт кастарасси ҫинчен вӗрентетӗп теҫҫӗ. Эппин мана мӗншӗн хӗсӗрлеҫҫӗ? Эпӗ халӗ те ӳт кастарас пирки вӗрентнӗ пулсан, хӗрес ҫинчен вӗрентни вӗсене чӑрмантарман пулӗччӗ. 12 Сире пӑтратакансем вара ӳтне кӑна мар, ыттине те йӑлтах кастарччӑр ара!

13 Эй, тӑвансем! Сире ирӗклӗ пулма чӗнсе илнӗ. Анчах та ирӗклӗх ӳт-пӗве юрамашкӑн сӑлтав ан пултӑр! Эсир пӗр-пӗрне юратса, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшса пурӑнӑр. 14 Мӗншӗн тесен пӗтӗм саккунӑн тӗш сӑмахӗ ҫакӑ: «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат». 15 Енчен те эсир пӗр-пӗрне кӑшласа-ҫисе пурӑнатӑр пулсан, асӑрханӑр: пӗр-пӗрне тӗппипех пӗтересси патне ҫитсе тухмалла ан пултӑрччӗ!

Чун-чӗм хушнӑ пек пурӑнӑр

16 Ҫавӑнпа та эпӗ сире калатӑп: чун-чӗм хушнӑ пек пурӑнӑр, вара ӳт-пӳ хистени хыҫҫӑн каймӑр. 17 Мӗншӗн тесен ӳт-пӳ чун-чӗме хирӗҫлишӗн антӑхать, чун-чӗм вара – ӳт-пӗве хирӗҫлине кӑмӑллать. Вӗсем пӗр-пӗринпе ҫырлахайманран эсир чылай чухне хӑвӑр мӗн тӑвас тенине тӑваймастӑр. 18 Сире чун-чӗм ертсе пырать пулсан, эппин саккун аллинче тӑмастӑр. 19 Ӳт-пӳ ӗҫӗсем паллӑ ӗнтӗ. Вӗсем ҫаксем: мӑшӑра улталани, аскӑнлӑх, ирсӗрлӗх, намӑссӑрлӑх, 20 кӗлеткесене пуҫҫапни, тухату, вӑрҫу-хирӗҫӳ, харкашу, кӗвӗҫӳ, кӑра ҫилӗлӗх, ятлаҫу, тавлашу, илӗртӳ, ӗненӳ тӗлӗшӗнчен пайланса кайни, 21 курайманлӑх, ҫынна вӗлерни, ӗҫке ерни, ӳсӗрле хӑтланкаларӑшсем тата ҫавнашкал тем те пӗр. Эпӗ сире малтан та асӑрхаттарнӑччӗ, халӗ татах калам: ҫавӑн пек пурӑнакансем Турӑ Патшалӑхӗн еткерне илеймӗҫ.

22 Чун-чӗм ҫимӗҫӗсем вара ҫаксем: юратулӑх, савӑнӑҫ, канӑҫлӑх, чӑтӑмлӑх, тивлетлӗх, ыркӑмӑллӑх, ӗненӳ, 23 йӑвашлӑх, чараклӑх. Ҫаксене саккун сивлеймест. 24 Христоса ӗненекенсем хӑйсен хӗрӳ те аскӑнчӑк туйӑмлӑ ӳт-пӗвне хӗрес ҫумне пӑталанӑ. 25 Енчен те эпир чун-чӗмпе пурӑнатпӑр пулсан, пирӗн чун-чӗм хушнине тӑвас пулать. 26 Атьӑр чапшӑн ҫунмасӑр, пӗр-пӗрне тарӑхтармасӑр, пӗр-пӗрне кӗвӗҫмесӗр пурӑнар.

6

Ҫын мӗн акӗ, ҫавна вырса илӗ

1 Эй, тӑвансем! Пӗр-пӗр ҫын мӗнле те пулин ҫылӑха кӗрсен, эсир, чун-чӗмпе пурӑнакансем, ӑна лӑпкӑ кӑмӑлпа тӳрлетӗр. Ҫав хушӑрах хамӑн та ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе харпӑр-хӑй асӑрханса пурӑнтӑр. 2 Пӗр-пӗрин йывӑрлӑхӗсене ҫурмалла пайлӑр, ҫапла туни Христос саккунне пурнӑҫлани пулать те ӗнтӗ. 3 Мӗншӗн тесен ним тӗшне тӑман ҫын, хӑйне тем вырӑннех хурса, хӑйне ҫеҫ улталать. 4 Кашниех хӑйӗн ӗҫне тимлӗ тутӑр, вара вӑл ҫын мухтавне ӑмсанмӗ, хӑйшӗн хӑй мухтавлӑ пулӗ. 5 Кашнин хӑйӗн ҫӗклемӗ. 6 Турӑ сӑмахне вӗренекен хӑйӗн мӗн пур туприне вӗрентекенӗпе пайлатӑр. 7 Ан улталанӑр: Турра хур тума ҫук! Ҫын мӗн акӗ, ҫавна вырса илӗ. 8 Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗшӗн акакан ӳт-пӳренех вилӗм вырса илӗ. Чун-чӗмшӗн акакан вара чун-чӗмрен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вырса илӗ. 9 Ырӑ туса ывӑнар мар, вӑй-хал пӗтмесен уншӑн эпир вӑхӑт ҫитсен мӗн акнинех вырса илӗпӗр. 10 Ҫапла вара, ҫӗр ҫинче пурӑнас кунсенче пурне те ырӑ тӑвӑр. Уйрӑммӑнах ӗненекен тӑванӑмӑрсене ырӑ тӑвар.

Юлашкинчен асӑрхаттарса тата ырӑ сунса калани

11 Малалла хам аллӑмпа ҫыратӑп. Курӑр-ха, сас паллисем епле пысӑк. 12 Ҫын умӗнче мухтавлӑ пулас текенсем сире ӳт кастарма хистеҫҫӗ, хӑйсем вара Христос хӗресӗшӗн пире ан хӗсӗрлеччӗр ҫеҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 13 Ӳт кастарнисем хӑйсем те саккуна пӑхӑнса пурӑнмаҫҫӗ; сире те, хӑйсене мухтанса ҫӳреме сӑлтав пултӑр тесе ҫеҫ, ӳт кастарасшӑн. 14 Ман мухтанассӑм килмест. Мухтансан та эпӗ Иисус Христос Хуҫамӑр хӗресӗпе кӑна мухтанӑп. Ҫав хӗрес ҫинче ку тӗнчене маншӑн пӑталанӑ, мана та тӗнчешӗн пӑталанӑ. 15 Мӗншӗн тесен Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулас тесессӗн ӳт каснипе касманни ниме те пӗлтермест, пӗлтерӗшли – ҫӗнӗ ҫын пуласси. 16 Ҫак йӗркепе пурӑнакансене, Турӑ суйланӑ Израиль ӗненекенӗсене канӑҫлӑхпа ырӑлӑх пултӑр!

17 Ӗнтӗ мана никам та тек чӑрмав ан кӳтӗр, мӗншӗн тесен Иисус Хуҫамӑр суранӗн йӗрӗсем манӑн ӳт-тирӗм ҫинче те юлнӑ. 18 Эй, тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр тивлечӗ сирӗн чун-чӗмре пултӑр. Аминь.