СӐВАПЛӐ ПАВЕЛ АПОСТОЛ ЕФЕСРИ ӖНЕНЕКЕНСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ҪЫРУ

1

Саламлани

1 Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христосӑн апостолӗ пулма тивӗҫнӗ Павелран – Христос Иисуса чунтан парӑннӑ Ефесри ӗненекенсене. 2 Сире Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.

Турра мухтани

3 Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри, Унӑн Ашшӗ, мухтавлӑ пултӑр. Вӑл пире, Иисус Христоспа пӗрлӗхлисене, чун-чӗмӗн тӗрлӗ пилӗпе ҫӳлти сӑвапа пилленӗ. 4 Вӑл пире, Христоспа пӗрлӗхлисене, сӑваплӑ та таса, юратуллӑ пурӑнччӑр тесе, тӗнчене пултаричченех суйласа илнӗ. 5 Хӑйӗн чаплӑ ырӑлӑхне мухтамалла пултӑр тесе, Турӑ пире Хӑйӗн ырӑ ирӗкӗпе Иисус Христос урлӑ ывӑллӑха илмешкӗн чӑн малтанах палӑртса хунӑ, Хӑйӗн савнӑ Ывӑлӗ урлӑ пире ырӑлӑх панӑ. 7 Ывӑлӗ пире Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илни, Унӑн ырӑлӑхӗ тулли пулни пирӗн ҫылӑхсене каҫармалла турӗ. 8 Ҫав ырӑлӑха Вӑл пире ытлашшипех панӑ ҫеҫ мар, унпа пӗрле тӗрлӗрен ӑслӑлӑх та, ӑнланулӑх та панӑ. 9 Хӑйӗн ырӑ ирӗкне Ывӑлӗ урлӑ пурнӑҫлама Вӑл чӑн малтанах палӑртса хунӑ, ҫапла майпа пире Хӑйӗн шухӑшӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ. 10 Ҫакна Вӑл вӑхӑт тулса ҫитсессӗн, ҫӳл тӳперипе ҫӗр ҫинчине пӗрлештерсе, Христоса пуҫ пултарас тесе тунӑ. 11 Пирӗн, Христоса маларах ӗненнисен, Турра чапа кӑларма тӑрӑшмалла. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса эпир Турӑ еткерне илессе пӗтӗмпех Хӑй ирӗкӗпе Тӑвакан малтанах палӑртса хунӑ. 13 Чӑнлӑх сӑмахне – ҫӑлӑнӑҫӑн Ырӑ Хыпарне – илтсессӗн, Ӑна ӗненсе, эсир те Христоспа пӗрлӗхлӗ пултӑр. Сире, Христоса пула, хӑвӑра пама пулнӑ Святой Сывлӑш пичечӗпе палӑртнӑ. 14 Пирӗн Турра мухтава кӑларма тӑрӑшмалла. Турӑ пире ҫылӑх тыткӑнӗнчен тӳлесе илӗ. Эпир Хӑйӗн еткерне тивӗҫессе унччен вара пире Святой Сывлӑш шантарать.

Павел кӗлтуни

15 Ҫавӑнпа эпӗ те, эсир Христос Иисуса ӗненни ҫинчен, ӗненекенсене пурне те юратни ҫинчен илтрӗм те, 16 хамӑн кӗллӗмре сире аса илсе, сирӗншӗн Турра тӑтӑшах тав тӑватӑп. 17 Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри, мухтав Ашшӗ, Хӑйне пӗлмешкӗн сире ӑслӑлӑх паракан тата вӑрттӑнлӑх уҫакан Сывлӑш патӑрччӗ тетӗп. 18 Хӑй сире чӗнсе илсе шанчӑк панине, Унӑн ӗненекенсене парас еткерӗ епле пысӑк та чаплӑ пулнине сире пӗлтермешкӗн чӗрӗрсене уҫтӑрччӗ тетӗп. 19 Пирӗн, Унӑн аслӑ вӑйне пула Ӑна ӗненекенсен, хамӑр ӑшӑмӑрти Унӑн виҫесӗр вӑй-хӑватне пӗлмелле пултӑрччӗ тетӗп. 20 Турӑ ҫав аслӑ вӑй-хӑвата Христос урлӑ палӑртрӗ: Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратса, ҫӳл тӳпере Хӑйӗн сылтӑм енне лартрӗ. 21 Вӑл Христоса пур тӗрлӗ патшасенчен, пуҫлӑхсенчен, вӑйлисемпе хуҫасенчен – кунти пурӑнӑҫра кӑна мар, лери пурӑнӑҫра та – ҫӗрпе пӗлӗт ҫинчи мӗн пур влаҫран та аслӑрах турӗ. 22 Вӑл Христоса пуринчен те асли – Чиркӳ Пуҫӗ – туса, пурне те Унӑн ури айне туса, Ӑна пӑхӑнмалла турӗ. 23 Чиркӳ – Христос Ӳт-пӗвӗ, пурне те Тултараканӑн туллилӗхӗ пулса тӑрать.

2

Вилӗмрен – чӗрӗлӗхе

1 Турӑ йӗркине пӑснӑран тата ҫылӑхлӑ пулнӑран эсир те вилӗччӗ. 2 Ҫак тӗнче йӑлипе, усал сывлӑшсемпе хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе эсир тахҫан ҫылӑхлӑ пурӑннӑ. Ҫав пуҫлӑх Турра хирӗҫҫисемпе халӗ те хуҫаланать-ха. 3 Тахҫан эпир хамӑр та ҫавнашкалахчӗ: ӳт-пӳ хистенӗ хыҫҫӑн, ӳт-пӳпе шухӑш-кӑмӑл илӗртнӗ хыҫҫӑн каяттӑмӑр. Эпир те, этем йӑхӗнчисем, ыттисем пекех, Турӑ ҫилли ҫитес ҫынсем пулнӑ. 4 Анчах та иксӗлми ырӑлӑхлӑ Турӑ пире, ҫылӑха кӗнӗрен вилнӗскерсене, Хӑйӗн пысӑкран та пысӑк юратулӑхӗпе юратса, Христоспа пӗрле чӗртрӗ. Унӑн ырӑлӑхӗпе эсир ҫӑлӑнӑҫ тупрӑр. 6 Вӑл сире, Христоспа пӗрле чӗртсе, ҫӳл тӳпере Христос Иисуспа пӗрле лартнӑ. 7 Ҫакна Вӑл пире пулас ӗмӗрте Христос Иисус урлӑ Хӑйӗн юратулӑхӗнче палӑракан иксӗлми ырӑлӑхне кӑтартас тесе тунӑ. 8 Мӗншӗн тесен эсир Унӑн ырӑлӑхӗпе ӗненсе ҫӑлӑнӑҫ тупрӑр. Ку вара сирӗн тивӗҫӗр мар, Турӑ парни. 9 Ҫӑлӑнӑҫа ӗҫе кура памаҫҫӗ, ҫавӑнпа никам та ӗҫӗсемпе мухтаннӑ ан пултӑр. 10 Мӗншӗн тесен пире Турӑ ҫапла пултарнӑ: Христос Иисуспа пӗрлӗхлӗ туса, пире Хӑй палӑртнӑ ырӑ ӗҫӗсене пурнӑҫламашкӑн хатӗрленӗ.

Христоспа пӗрлӗхлӗ пулни

11 Ӗнтӗ ҫакна ан манӑр: ҫуралнӑ тӑрӑх, эсир тахҫан урӑх халӑх ҫыннисем шутланнӑ. Сире „ӳт кастарнӑ“ текеннисем „ӳт кастарманнисем“ тетчӗҫ. Ӳт кастарасси вара – этем аллипе тунӑ ӗҫ кӑна. 12 Ун чухне эсир Христоссӑр пулнӑ, Израиль халӑхӗнчен те, Турӑ шантарса панӑ халалран та аякра тӑнӑ; ҫак тӗнчере шанчӑксӑр, Турӑсӑр пурӑннӑ. 13 Халӗ вара эсир, тахҫан Турӑран аякра пулнисем, Христос Иисуспа пӗрлӗхлӗ, Унӑн Юнӗ урлӑ эсир Турӑ патне ҫывхартӑр. 14 Мӗншӗн тесен Христос урӑх халӑхсемпе иудейсене ҫураҫтарнӑ, пӗр халӑх туса пӗрлештернӗ, вӗсене уйӑрса тӑракан чӑрмава аркатнӑ. 15 Хӑйӗнпе пӗрлӗхлӗ пултарса иккӗшӗнчен пӗр ҫӗнелнӗ этем тӑвас тесе, килӗшӳ кӳрес тесе курайманлӑха Хӑйӗн вилӗмӗпе пӗтернӗ, саккун хушнине Хӑйӗн вӗрентӗвӗпе пӑрахӑҫланӑ. 16 Вӑл Хӑйӗн хӗрес ҫинчи асапӗпе курайманлӑха пӗтерсе, иккӗшӗнчен пӗр туса, вӗсене Турӑпа ҫураҫтарас тенӗ. 17 Вара, килсессӗн, Вӑл сире, Турӑран аякрисемпе ҫывӑххисене те, канӑҫлӑх кӳрекен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ. 18 Христоса пула ӗнтӗ икӗ халӑхӗшӗн те, пӗр Сывлӑш витӗмӗпе, Ашшӗ патне каймалли ҫул уҫӑлчӗ.

19 Ҫапла вара, эсир ҫичӗ ют та мар, ютран килнисем те мар, эсир – Турӑ халӑхӗн пӗр тан ҫыннисемех, Турӑ ачисемех пулатӑр. 20 Эсир апостолсемпе пророксем хывнӑ никӗс ҫинче ҫирӗп тӑратӑр. Никӗсри тӗп чул вара – Иисус Христос Хӑй. 21 Ҫав тӗп чул ҫинче пӗтӗм ҫурт тытӑнса тӑрать. Вӑл, тикӗс купаланса, Хуҫамӑра халалланӑ таса Чиркӳ пулса пырать. 22 Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ Сывлӑшӗ пулӑшнипе эсир те Турӑ ҫурчӗ пулса пыратӑр.

3

Павел – ытти халӑхсен ӳкӗтлевҫи

1 Ҫавӑнпа та эпӗ, Павел, сирӗншӗн, урӑх халӑх ҫыннисемшӗн, Иисус Христос тыткӑнӗнче пурӑнатӑп. 2 Сире валли хатӗрленӗ Хӑйӗн ырӑлӑхне Турӑ мана пани ҫинчен, мана Турӑ вӑрттӑнлӑхӗ уҫӑлни ҫинчен эсир илтнӗ ӗнтӗ. Ун пирки эпӗ маларах кӗскен ҫырнӑччӗ. 4 Эппин, ҫавна вуласа тухсассӑн, эпӗ Христос вӑрттӑнлӑхне епле ӑнланнине эсир пӗлме пултаратӑр. 5 Этемлӗхӗн иртнӗ ӑрӑвӗсене ҫав вӑрттӑнлӑха пӗлме паман, анчах та халӗ Святой Сывлӑш ҫав вӑрттӑнлӑха Унӑн сӑваплӑ апостолӗсемпе пророкӗсене уҫса панӑ. 6 Вӑрттӑнлӑхӗ вара ҫакӑ: Ырӑ Хыпар пӗлтернипе ытти халӑхсем те иудейсемпе пӗрлех еткер илме тивӗҫлӗ, вӗсем те пӗр ӳт-пӳ пайӗсемех, вӗсем те Турӑ Иисус Христос урлӑ пама шантарнине илес ҫынсемех. 7 Турӑ Хӑйӗн хӑвачӗпе мана ырӑлӑхне парнеленине пула, эпӗ Ырӑ Хыпаршӑн ӗҫлесе тӑракан пултӑм. 8 Мана, ӗненекенсенчен пуринчен те тивӗҫсӗррине, ҫав ырӑлӑха – Христосӑн ӑсласа илейми пуянлӑхӗ ҫинчен ытти халӑхсене пӗлтерме – шанса панӑ. 9 Ҫӳл тӳпери пуҫлӑхсемпе влаҫсене Туррӑн тӗрлӗ енлӗ ӑслӑлӑхӗ Чиркӳ урлӑ халӗ паллӑ пултӑр тесе, Туррӑн вӑрттӑнлӑхне, шухӑшне манӑн пурне те уҫса памалла. Ҫав вӑрттӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ пурне те туса ҫитернӗ Турӑра мӗн ӗмӗртен пытарӑнса упраннӑ. 11 Ӗмӗрсем пуҫланичченхи ҫав шухӑшне Турӑ вара Христос Иисус урлӑ, пирӗн Хуҫамӑр урлӑ, пурнӑҫланӑ. 12 Унпа пӗрлӗхлӗ пулса, Ӑна ӗненсе, эпир ҫирӗп кӑмӑллӑн та шанчӑклӑн Турӑ патне ҫывхарма пултаратпӑр. 13 Ҫавӑнпа та эпӗ сирӗншӗн хурлӑх курнӑшӑн ан кулянӑр, вӑл асапсене эпӗ сире мухтава кӑларасшӑн тӳсетӗп.

14 Эпӗ ҫавӑнпа та Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Ашшӗ умне чӗркуҫленетӗп. 15 Ҫӳл тӳпери тата ҫӗр ҫинчи кирек епле йӑх-ӑрӑва та ят параканӗ – Вӑл. 16 Хӑйӗн мухтавӗн пуянлӑхне кура Вӑл сире вӑй патӑрччӗ, Хӑйӗн Сывлӑшӗпе ӑшӑрсенчи ҫӗнелнӗ этеме ҫирӗплетсе ӳстертӗрччӗ тесе кӗлтӑватӑп. 17 Ӗненӗве пула сирӗн чун-чӗрӗрте Христос пурӑнтӑрччӗ тетӗп. 18 Юратулӑх сирӗнте ҫирӗп тымар янӑран сирӗн ытти мӗн пур ӗненекенсемпе пӗрлех ӗненӗвӗн анлӑш-тӑршшӗне, тарӑнӑш-ҫӳллӗшне пӗлмелле пултӑрччӗ, 19 чунӑрсене Туррӑн туллилӗхӗпе пӗтӗмпех тултармашкӑн Христосӑн ӑсласа илейми юратулӑхне ӑнланмалла пултӑрччӗ тетӗп. 20 Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе пирӗн ӑшӑмӑрта хамӑр ыйтнинчен те, ӗмӗтленнинчен те ытларах Тӑвакана мухтав пултӑр. 21 Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ Чиркӳре ламран лама, ӗмӗр-ӗмӗр Турра мухтав пултӑр. Аминь.

4

Чиркӳ пӗрлӗхӗ

1 Ҫапла вара эпӗ, Хуҫамӑршӑн тӑрӑшнине пула тӗрмере лараканскер, сире тархаслатӑп: хӑвӑра чӗнсе илнине тивӗҫлӗ пулӑр. 2 Йӑваш та сӑпайлӑ, чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗр-пӗрне юратса-каҫарса пурӑнӑр. 3 Турӑ Сывлӑшӗ панӑ пӗрлӗхе пӗр-пӗринпе килӗштерсе упрама тӑрӑшӑр. 4 Хӑвӑра Турӑ чӗнсе илсе пӗртен-пӗр шанчӑк панӑ пекех, эсир пӗр ӳт-пӳпе, пӗр чун-чӗмпе пурӑнӑр. 5 Хуҫамӑр пӗрре, ӗненӳ пӗрре, шыва кӗни те пӗрре; 6 Туррӑмӑр пӗрре, Вӑл пурин Ашшӗ те. Вӑл – пуринчен те ҫӳлте, Хӑйӗн хӑватне пурин урлӑ та тӑвать, Вӑл – пурин ӑшӗнче те. 7 Пире кашнинех Христос ырӑлӑх виҫсе панӑ. 8 Ҫавӑнпа ҫапла каланӑ та: «Ҫӳле хӑпарсан Вӑл тӑшманӗсене тыткӑна илнӗ, этемсене вара тивӗҫлӗ парнесем панӑ». 9 „Ҫӳле хӑпарсан“ тени вара мӗне пӗлтерет-ха? Маларах Вӑл ҫӗр тӗпне анса курнине мар-и вара? 10 Ҫапла ӗнтӗ, пӗрре анса, тепре ҫӳл тӳперен те ҫӳлерех ҫӗкленсе, Вӑл ҫут тӗнчене Хӑйӗнпе тултарнӑ. 11 Вара Вӑл хӑшӗсене апостол, хӑшӗсене пророк, хӑшӗсене Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳрекен, хӑшӗсене вӗрентӳҫӗсемпе чун кӗтӳҫисем тунӑ. 12 Ҫав ҫынсене ӗненекенсен сӑваплӑхне ӳстермешкӗн, Турӑшӑн ӗҫлемешкӗн, Христос Ӳт-пӗвне – Чиркӗве – тӗреклетмешкӗн уйӑрса лартнӑ. 13 Турӑ Ывӑлне ӗненсе, пӗлме тӑрӑшса, эпир пурте пӗр пуличчен, хамӑр та Христос пекех паха, аталанса ҫитнӗ арсем пуличчен ҫапла пулмалла. 14 Пирӗн ӗнтӗ ҫаплах пӗчӗк ачасем пек пулмалла мар. Вӗсене кирек епле вӗрентӳ ҫилӗ те, иккӗлентерсе, ҫавӑрттарса ярать; улталама вӗренсе ҫитнӗ чее ҫынсем хыҫҫӑн вӗсем часах каяҫҫӗ. 15 Пирӗн вара чӑнлӑха пӗлтерсе, юратса чун-чӗрепе Ун патнелле ӳссе ҫӗкленмелле; Христос вӑл – Пуҫ. 16 Пӗтӗм Ӳт-пӗвӗн – Чиркӗвӗн – тӗрлӗ пайӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, пӗтӗм Ӳт-пӳ пӗрлӗхлӗ, Ӳт-пӗвӗн кашни пайӗ кирлӗ пек ӗҫлет. Пуҫа пула вара пӗтӗм Ӳт-пӳ юратулӑхра ӳссе, хӑйне хӑй аталанса пырать.

Кивӗ пурӑнӑҫран ҫӗнӗ пурӑнӑҫ патне

17 Ҫавӑнпа та эпӗ сире Хуҫа Турӑ ячӗпе тархаслатӑп: малашне тӗлсӗр те пушӑ ӑс-пуҫлӑ ытти халӑхсем пек ан хӑтланӑр. 18 Вӗсен ӑс-тӑнӗ ҫуталман-ха. Турра пӗлменрен, хытӑ чун-чӗреллӗ пулнӑран вӗсем Турӑран ютшӑнса пурӑнаҫҫӗ. 19 Вӗсем, намӑс-симӗсе ҫухатса, нихӑҫан тӑранмасла тем тӗрлӗ ирсӗрленсе, аскӑнлӑха ярӑннӑ. 20 Эсир вара апла мар: Христоса ӗненсессӗн епле пурӑнмаллине пӗлетӗр. 21 Мӗншӗн тесен эсир Ун ҫинчен илтнӗ, Ӑна ӗненсе чӑнлӑха пӗлнӗ (чӑнлӑх вара – Иисусра). 22 Ҫав чӑнлӑха пула ултавлӑ аскӑн кӑмӑл хыҫҫӑн кайса ҫӗрӗшсе пӗтекен кивӗ ҫыннӑн пурӑнӑҫ йӗркине пӑрахӑҫламаллине, 23 ӑс-тӑнпа чун-чӗме ҫӗнетмеллине эсир пӗлетӗр. 24 Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ, чӑнлӑха пула тӳрӗ те сӑваплӑ пурӑнакан ҫӗнӗ этем сӑнлӑхне йышӑнмаллине те пӗлетӗр.

Ҫӗнӗ пурӑнӑҫ йӗрки

25 Сирӗнтен кашниех, суялӑха пӑрахӑҫласа, хӑвӑра ҫывӑх ҫынна чӑннине калатӑр, мӗншӗн тесен эпир пӗр ӳт-пӳ пайӗсем. 26 Ҫилленсен те ҫылӑха ан кӗрӗр: хӗвел аниччен ҫиллӗр иртсе кайтӑр. 27 Шуйттана хӑвӑра улталама ан парӑр. 28 Кам вӑрласа пурӑннӑ, малашне ан вӑрлатӑр. Ху валли ху ӗҫлесе ил, вӑл ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнакана та пулӑшма ҫиттӗр. 29 Чӗлхе-ҫӑварӑртан пӗр юрӑхсӑр сӑмах та ан тухтӑр, ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах кӑна тухтӑр. Ҫав сӑмах итлекене ырӑлӑх кӳтӗр. 30 Туррӑн Святой Сывлӑшне ан хурлӑр, ҫылӑхран тӳлесе илес кун валли сире Святой Сывлӑш пичечӗпе паллӑ тунӑ. 31 Кирек епле тарӑхупа хаярлӑх та, ҫилленӳ те, кӑшкӑрашу та, киревсӗр сӑмах та, ытти усаллӑх та сиртен аякра тӑтӑр. 32 Пӗр-пӗринпе ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне хӗрхенӗр, Христос урлӑ Турӑ сире каҫарнӑ пек, эсир те пӗр-пӗрне каҫарӑр.

5

1 Ҫапла вара, юратакан ачисем пек пулса, Турӑ евӗр пулма тӑрӑшӑр, 2 пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр. Христос та, пире юратса, пирӗншӗн Хӑйне Хӑй парнелӗхе, Турра юрӑхлӑ ырӑ парнелӗхе кӳнӗ. 3 Турра ӗненекенсен хӑйсене тивӗҫлӗ тыткаламалла, ҫавӑнпа сирӗн хушшӑрта аскӑнлӑхпа тӗрлӗ ирсӗрлӗх, ҫӑткӑнлӑх пирки калаҫу та ан пултӑр. 4 Тата усал сӑмах калани, пуш сӑмах калаҫни, вырӑнсӑр шӳтлени сире килӗшмест, тав сӑмахӗ кӑна килӗшӳллӗ. 5 Ӗнтӗ ҫакна пӗлсе тӑрӑр: нимӗнле аскӑнчӑк та, ирсӗр ҫын та, мулшӑн ҫунакан та Христоспа Турӑ Патшалӑхӗн еткерне илеес ҫук. Унашкалли кӗлеткесене пуҫҫапаканпа пӗрех.

Ҫутӑ ачисем пек пурӑнасси

6 Хӑвӑра пуш сӑмахпа илӗртсе улталама ан парӑр. Унашкаллисене, Турра хирӗҫҫисене, Турӑ ҫилли ҫитет. 7 Ҫавӑнпа та вӗсемпе пӗр каварлӑ ан пулӑр. 8 Эсир те тахҫан тӗттӗмлӗхре пурӑннӑ. Халӗ вара, Хуҫамӑрпа пӗр пулса, ҫутӑлӑха тухрӑр. Эппин ҫутӑ ачисем пек пурӑнӑр. 9 Мӗншӗн тесен Святой Сывлӑшӑн ҫимӗҫӗсем ҫаксем: ырӑлӑх, тӳрӗлӗх тата чӑнлӑх. 10 Турра мӗн юрӑхлине пӗлмешкӗн тӑрӑшӑр. 11 Тӗттӗмлӗхӗн усӑсӑр ӗҫӗсене ан хутшӑнӑр, хутшӑнма мар – питлӗр. 12 Мӗншӗн тесен тӗттӗмлӗх ачисен вӑрттӑн ӗҫӗсем ҫинчен калама та намӑс. 13 Ҫапах та ҫутта пула мӗн питлени палӑрать. Ҫутӑра палӑрни вара йӑлтах курӑнса тӑрать. 14 Ҫавӑнпа та каланӑ ӗнтӗ: «Эй, чунна ҫывратса янӑскер, вӑран та вилӗмрен чӗрӗлсе тӑр, вара сана Христос ҫути ҫутатӗ».

15 Ҫавӑнпа та астӑвӑр: хӑвӑра ӑссӑррисем пек мар, ӑслисем пек асӑрхануллӑ тытӑр. 16 Вӑхӑта хаклама пӗлӗр, мӗншӗн тесен саманисем пит усал. 17 Ҫапла вара, ҫӑмӑлттай шухӑшлӑ ан пулӑр, Турӑ ирӗкне пӗлсе ҫитмешкӗн тӑрӑшӑр. 18 Эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, вӑл путсӗре кӑларать. Ун вырӑнне чун-чӗрӗре Святой Сывлӑшпа тултарӑр. 19 Пӗр-пӗрне псалом, мухтав юрри, кӗлӗ юрри сӑмахӗсемпе ӳкӗтлӗр. Пӗтӗм чӗререн Хуҫа Турра мухтаса юрлӑр. 20 Хамӑр Хуҫамӑр Иисус Христос ячӗпе яланах Атте Турра пуриншӗн те тав тӑвӑр, 21 Турӑран хӑраса, пӗр-пӗрне итлесе пурӑнӑр.

Упӑшкисемпе арӑмӗсем

22 Эй, арӑмсем! Упӑшкӑрсене Хуҫа Турра пӑхӑннӑ пек пӑхӑнӑр. 23 Мӗншӗн тесен Христос – Чиркӗвӗн Пуҫӗ те, Вӑлах – ӗненекенсене Ҫӑлаканӗ те пулнӑ пекех, упӑшки те арӑмӗн пуҫӗ пулса тӑрать. 24 Чиркӳ Христоса епле пӑхӑнать, арӑмӗн те пур енчен те упӑшкине пӑхӑнмалла.

25 Эй, арҫынсем! Арӑмӑрсене Христос ӗненекенсене юратнӑ пек юратӑр, Вӑл Чиркӳшӗн Хӑйӗн пурӑнӑҫне панӑ. 26 Ҫакна Вӑл Чиркӗве сӑмахпа сӑваплатса тасатмашкӑн шыва кӗртес тесе, 27 мухтавлӑ Чиркӗвӗн – Хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрӗн – нимӗнле ҫитменлӗх те ан пултӑр тесе, вӑл сӑваплӑ та таса пултӑр тесе тунӑ. 28 Упӑшкисен арӑмӗсене хӑйсен ӳт-пӗвне юратнӑ пекех юратмалла: арӑмне юратакан хӑйне те юратать. 29 Мӗншӗн тесен хӑйӗн ӳт-пӗвне юратман, курайман ҫын ҫук. Хуҫамӑр Хӑйӗн Чиркӗвӗшӗн тӑрӑшнӑ пекех, этем те хӑйӗн ӳт-пӗвне тутӑ та ӑшӑ усрать. 30 Эпир вара – Унӑн ӳчӗпе шӑм-шакӗнчен пулнӑ Унӑн Ӳт-пӗвӗн пайӗсем. 31 «Ҫавӑнпа та этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ; вара иккӗшӗ пӗр ӳт-пӳ пулӗҫ», – тенӗ Ҫырнинче. 32 Ҫакӑ питӗ пысӑк вӑрттӑнлӑх; ҫак сӑмахсене Христоспа Чиркӳ пирки те каланӑ тесшӗн эпӗ. 33 Сирӗнтен кашниех арӑмне хӑйне юратнӑ пек юраттӑр. Арӑмӗ вара хӑйӗн упӑшкине хисеплетӗр.

6

Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем

1 Эй, ачасем! Аҫӑр-аннӗре Хуҫа Турра юрӑхлӑ пек итлӗр, ҫакӑ тӗрӗс пулать. 2 Чи малтанхи пил-хушура пама пулнине шантарса ҫапла каланӑ: «Аҫупа аннӳне хисепле; 3 вара хӑвна лайӑх пулӗ, ҫӗр ҫинчи кун-ҫулу вӑрӑм килӗ». 4 Эсир те, ашшӗсем, ачӑрсене пули-пулми ан тарӑхтарӑр. Вӗсене Хуҫа Турӑ вӗрентӗвӗпе тата ӳкӗчӗпе пӑхса ӳстерӗр.

Чурасемпе хуҫисем

5 Эй, чурасем! Ҫӗр ҫинчи хуҫӑрсене хӑраса-чӗтресе, пӗтӗм чӗререн, Христоса пӑхӑннӑ пек пӑхӑнӑр. 6 Йӑпӑлтисем пек, куҫ умӗнче кӑна тӑрӑшкаланҫи ан тӑвӑр; пӗтӗм чунран Турӑ ирӗкне пурнӑҫласа, Христос чурисем пек пулӑр. 7 Ҫыншӑн мар, Хуҫа Турӑшӑн ӗҫленӗ пек тӑрӑшса ӗҫлӗр. 8 Ҫакна пӗлсе тӑрӑр: чура-и, ирӗклӗ ҫын-и – пурпӗрех – кашни мӗн чухлӗ ырӑ тунӑ, Хуҫамӑр ӑна ҫавӑн чухлӗ парӗ. 9 Эсир те, хуҫасем, чурасемпе ҫавнашкалах ырӑ пулӑр, вӑйпа хӑратма пӑрахӑр. Ҫакна астӑвӑр: вӗсен те, сирӗн те тӳпере пӗр Хуҫа, ҫын кам пулнине Вӑл пӑхмасть.

Туррӑн ҫар тумтирне тӑхӑнӑр

10 Тӑванӑмсем! Тата эпӗ ҫакна каласшӑн: Хуҫа Турӑпа, Унӑн вӑй-хӑвачӗпе тӗрекленӗр. 11 Шуйттанӑн вӑрттӑн каварӗсене хирӗҫ тӑмашкӑн Туррӑн ҫар тумтирне тӑхӑнӑр. 12 Мӗншӗн тесен эпир ӳтлӗ-юнлӑ ҫынсемпе ҫапӑҫмастпӑр. Эпир тӳпери пуҫлӑхсене, влаҫсене, ҫак тӗттӗмлӗх тӗнчине тытса тӑракансене, ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи усаллӑх сывлӑшӗсене хирӗҫ тӑратпӑр. 13 Ҫавӑнпа та, хура кунсем ҫитсессӗн хирӗҫ тӑмашкӑн, парӑнмасӑр йӑлтах тӳссе ирттермешкӗн Туррӑн ҫар тумне-хатӗрне илӗр. 14 Эппин чӑнлӑх пиҫиххине ҫыхса, тӳрӗлӗхӗн тимӗр тумне тӑхӑнса, ҫирӗп тӑрӑр. 15 Канӑҫлӑх ҫинчен пӗлтермешкӗн хатӗр пулни сирӗн урана тӑхӑнмалли пултӑр. 16 Унтан та ытларах, ӗненӗвӗн ум хӳттине тытӑр – унпа эсир шуйттанӑн ухӑ йӗпписене, хӗртнӗскерсене, пурне те сӳнтерме пултаратӑр. 17 Тата ҫӑлӑнӑҫӑн шлемне тӑхӑнӑр. Хӑвӑрпа пӗрле чун-чӗм хӗҫне – Турӑ Сӑмахне – илӗр. 18 Тӗрлӗрен кӗлӗпе яланах Турра кӗлтӑвӑр, тархаслӑр. Яланах Турӑ Сывлӑшӗпе килӗшӳллӗн пуҫҫапӑр. Ҫакна ҫирӗп тытса пырса мӗн пур ӗненекенсемшӗн кӗлтӑвӑр. 19 Маншӑн та кӗлтӑвӑр. Ырӑ Хыпар вӑрттӑнлӑхне хӑюллӑн хыпарлама ҫӑварӑма уҫсассӑнах, Турӑ ӑна кирлӗ сӑмах патӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр. 20 Сӑнчӑрласассӑн та, эпӗ – Ырӑ Хыпар элчи. Тивӗҫӗме пурнӑҫласа, манӑн уҫҫӑн та хӑюллӑн Ырӑ Хыпар пӗлтересчӗ. Ҫавӑншӑн кӗлтӑвӑр.

Сывпуллашни

21 Манӑн ӗҫ-пуҫ ҫинчен, эпӗ мӗн туни ҫинчен вара сире Тихик каласа парӗ. Вӑл манӑн юратнӑ ӗненекен тӑванӑм, Хуҫа Туррӑмӑрӑн шанчӑклӑ тарҫи. 22 Эпӗ ӑна сирӗн патӑра хамӑр ҫинчен каласа пама тата сире хавхалантарма ятӑм.

23 Атте Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑртан канӑҫлӑх тата ӗненӳллӗ юратулӑх пултӑр сире, тӑванӑмсем. 24 Иисус Христос Хуҫамӑра ӗмӗр-ӗмӗр юратакансене пурне те Турӑ ырӑлӑхӗ пултӑр. Аминь.