СӐВАПЛӐ ПАВЕЛ АПОСТОЛ КОЛОССӐРИ ӖНЕНЕКЕНСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ҪЫРУ

1

Саламлани

1 Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христос апостолӗ пулма тивӗҫнӗ Павелран тата Тимофей тӑванӑмӑртан – 2 Колоссӑри сӑваплӑ тата Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ шанчӑклӑ тӑвансене. 3 Сире Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.

Колоссӑри ӗненекенсемшӗн Турра тав туни

Сирӗншӗн кӗлӗ тунӑ чухне эпир Турра, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Ашшӗне, яланах тав тӑватпӑр. 4 Мӗншӗн тесен эсир Христос Иисуса ӗненни ҫинчен, ытти ӗненекенсене юратни ҫинчен эпир илтрӗмӗр. 5 Хӑвӑр валли тӳпере хатӗрленине эсир шанчӑкпа кӗтетӗр. Мӗн хатӗрлени ҫинчен вара эсир чи малтан чӑнлӑх сӑмахне – хӑвӑр патӑра ҫитнӗ Ырӑ Хыпара – илтсессӗн пӗлтӗр. Турӑ ырӑлӑхне чӑннипех те пӗлнӗ кунран пуҫласа ҫав сӑмах, пӗтӗм тӗнчери пекех, сирӗн патӑрта та сарӑлса пырать, хӑйӗн ҫимӗҫне парать. 7 Ун ҫинчен эсир ӗҫӗмӗрти юратнӑ юлташран, сире пулӑшакан шанчӑклӑ Христос тарҫинчен Епафрасран пӗлтӗр. 8 Святой Сывлӑш сире панӑ юратулӑх ҫинчен вӑл пире те каласа кӑтартрӗ.

Христос аслӑлӑхӗ тата ӗҫӗ

9 Ҫавӑнпа та, сирӗн ҫинчен илтнӗ кунран пуҫласах, эпир сирӗншӗн Турра кӗлтӑватпӑр, тархаслатпӑр. Турӑ ирӗкне сирӗн мӗн пур ӑспа ӑнланса, чун-чӗмпе ӑнкарса тӗппипех пӗлмелле пултӑрччӗ тетпӗр. 10 Сирӗн Турра тивӗҫлӗ, пур тӗлӗшрен те Ӑна юрӑхлӑ пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватпӑр. Кирек епле ырӑ ӗҫӗр те тухӑҫлӑ пултӑрччӗ, Турра пӗлесси ӳссех пытӑрччӗ. 11 Хӑйӗн хӑватлӑ мухтавӗпе Вӑл сире, тӗрлӗ вӑй-халпа ҫирӗплетсе, пурне те тӳссе ирттермешкӗн чӑтӑмлӑх патӑрччӗ. 12 Ҫутӑлӑхри Хӑйӗн еткерне, сӑваплисен еткерне, илмешкӗн пире те пая кӗртнӗшӗн савӑнса Атте Турра тав тӑвар. 13 Вӑл пире, тӗттӗмлӗх аллинчен хӑтарса, Хӑйӗн юратнӑ Ывӑлӗн Патшалӑхне илсе кӗнӗ. 14 Ывӑлӗ пире Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ, пирӗн ҫылӑхсене каҫармалла тунӑ. 15 Вӑл – курӑнман Туррӑн сӑнарӗ, Вӑл мӗн пур чӗрӗ чуна пултаричченех пулнӑ. 16 Мӗншӗн тесен пӗтӗмпех Ун урлӑ пултарнӑ. Пӗлӗт ҫинчине те, ҫӗр ҫинчине те, курӑнаканнине те, курӑнманнине те: ҫӳлти престолпа хӑватсене, пуҫлӑхсемпе влаҫсене – пурне те Ун урлӑ тата Уншӑн пултарнӑ. 17 Вӑл пуринчен малтанах пур, пурне те Вӑл тытса тӑрать. 18 Вӑл – Чиркӳ ӳт-пӗвӗн пуҫӗ. Вӑл – пуҫламӑшӗ; пур тӗлӗшӗнчен те малта пулмашкӑн чӗрӗлсе тӑнисенчен пӗрремӗшӗ. 19 Мӗншӗн тесен Ашшӗ мӗн пур туллилӗх Унра пултӑр тенӗ, 20 хӗрес ҫинче Вӑл юхтарнӑ Юн урлӑ ҫӗр ҫинчипе тӳперине ҫураҫтарса, Ун урлӑ пурне те Хӑйӗнпе килӗштерес тенӗ.

21 Тахҫан эсир те шухӑш-кӑмӑлпа Турӑран ютшӑнса, Унӑн тӑшманӗсем пулса пурӑнаттӑрччӗ; ӗҫӗрсем те сирӗн усалччӗ. 22 Халӗ вара, Христос Ӳт-пӗвӗ урлӑ, Унӑн вилӗмӗ урлӑ Турӑ сире Хӑйӗнпе ҫураҫтарнӑ. Ҫакна Вӑл сире Хӑйӗн умне сӑваплӑ та таса, айӑпсӑр тӑратасчӗ тесе тунӑ. 23 Турӑ умне ҫапла тӑрас тесен сирӗн, паллах, ҫирӗп те иккӗленӳсӗр ӗненмелле, Ырӑ Хыпар паракан шанчӑка ҫухатмалла мар. Эсир Ырӑ Хыпара илтнӗ, ӑна ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те пӗлтернӗ. Эпӗ те, Павел, Ырӑ Хыпар тарҫи пулса тӑтӑм.

Чиркӳшӗн ӗҫлесе тӑни

24 Халӗ эпӗ сирӗншӗн асап курнӑран савӑнатӑп кӑна. Христос Чиркӳшӗн – Хӑйӗн Ӳт-пӗвӗшӗн – асап курнӑ. Асап виҫине тултарас тесе, эпӗ Христос асапӗ ҫумне хамӑн ӳт-пӗвӗм асапне хушатӑп. 25 Турӑ шухӑшне пурнӑҫламашкӑн – хама сирӗншӗн шанса панӑ Турӑ сӑмахне пӗлтерсе ҫитермешкӗн – эпӗ Чиркӳшӗн ӗҫлекен ҫын пулса тӑтӑм. 26 Турӑ шухӑшӗ ӗмӗртен ӗмӗре, ӑруран ӑрӑва вӑрттӑнлӑх пулса упраннӑ, халӗ вара Ӑна ӗненекенсемшӗн вӑл уҫӑлнӑ. 27 Турӑ Хӑйӗн ҫыннисене ҫав вӑрттӑнлӑх ытти халӑхсемшӗн мӗн тери чаплӑ пуянлӑх пулнине уҫса пама кӑмӑл тунӑ. Вӑрттӑнлӑхӗ вара – мухтавне шантаракан хӑвӑр ӑшӑрти Христос. 28 Эпир Христос ҫинчен пӗлтеретпӗр, кашни ҫынна тӗрлӗ ӑс парса ӑнлантаратпӑр, ӳкӗтлетпӗр. Ҫакна эпир кирек епле ҫынна та Христоса ӗнентерсе Турӑ умне пӗр кӑлтӑксӑр тӑратас тесе тӑватпӑр. 29 Ҫавӑншӑн эпӗ Унӑн хӑвачӗпе ӗҫлетӗп те, кӗрешетӗп те, Унӑн хӑвачӗ манра вӑйлӑн тапса тӑрать.

2

1 Сирӗншӗн тата Лаодикири, Иерапольти тӑвансемшӗн, тата мана курман-пӗлмен мӗн пур ӗненекенсемшӗн хам епле паттӑррӑн кӗрешнине манӑн сире пӗлтерес килет. 2 Вӗсен чӗрисем чи паха ӑнланулӑхпа пуянланма тата Атте Турӑпа Христос вӑрттӑнлӑхне пӗлме юратулӑхпа пӗрлешчӗр тесе, эпӗ вӗсене хастарлатма тӑрӑшатӑп. 3 Мӗншӗн тесен ӑслӑлӑхпа пӗлӗвӗн мӗн пур пуянлӑхӗ – Христосра. 4 Ҫакна эпӗ сире суя сӑмаха чӑн туса вӗрентекенсем пӗри те ан улталайччӑр тесе калатӑп. 5 Кӗлеткемпе сирӗнпе мар пулин те, чунӑмпа эпӗ сирӗнпех: эсир пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑннишӗн, Христоса ҫирӗп ӗненнишӗн питӗ хӗпӗртетӗп.

Христоспа пӗрлӗхлӗ ҫӗнӗ пурӑнӑҫ туллилӗхӗ

6 Ҫавӑнпа та, эсир Христос Иисус Хуҫамӑра ӗнентӗр пулсан, малалла та Унпа пӗрлӗхлӗн пурӑнӑр. 7 Тымар ярса Унпа тӗрекленӗр, хӑвӑра вӗрентнӗ ӗненӳпе ҫирӗпленӗр, Турра тав тусах тӑрӑр.

8 Эй, тӑвансем! Философиленсе, улталаса пустуй япаласем ҫинчен вӗрентекенсенчен асӑрханӑр. Вӗсем Христос хыҫҫӑн мар, этем юмах-халапӗсемпе шухӑш варкӑшӗсем хыҫҫӑн каяҫҫӗ. 9 Тӗрӗссипе вара Унра, ӳтленсе килнӗскерте, Туррӑн пӗтӗм туллилӗхӗ пур. 10 Унпа пӗрлӗхлӗ пулнӑран кӑна эсир те пурӑнӑҫ туллилӗхне илтӗр. Вӑл – ҫӳлти пуҫлӑхсемпе влаҫсен пуҫӗ. 11 Унпа пӗрлӗхлӗ пулнине эсир ӳт кастарса палӑртнӑ, анчах та сирӗн ӳтӗре этем аллипе касман. Сире Христос ӳт каснӑран эсир ҫылӑхлӑ ӳт-пӳ хӑвӑрпа хуҫаланнинчен хӑтӑлтӑр. 12 Эсир тӗне кӗрсе Христоспа пӗрлех вилнӗ, Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Турӑ хӑватне ӗненсе Христоспа пӗрлех чӗрӗлнӗ. 13 Ҫылӑхӑрсене пула, ӳт кастарманнине пула эсир те вилӗччӗ. Анчах та Турӑ, сирӗн ҫылӑхсене каҫарса, сире те Унпа пӗрле чӗртнӗ. 14 Эпир те, ӳт кастарнисем, саккун тӑрӑх парӑмлӑччӗ. Ҫав парӑм хучӗ тӑрӑх пирӗн мӗн-мӗн тумаллине чӗрсе пӑрахса, хутне хӗрес ҫине ҫапса, Христос Хӑйӗн асапӗпе пирӗн парӑма пӗтернӗ. 15 Ҫапла Вӑл тӗттӗмлӗх пуҫлӑхӗсемпе влаҫӗсен вӑйне Хӑйӗн хӑвачӗпе пӗтерсе чаплӑн ҫӗнтернӗ, вӗсенчен тӗнче кулли тунӑ.

16 Эппин сире ӗҫме-ҫимене тиркеменшӗн е иудейсен уявне, ҫӗнӗ уйӑхне, шӑмат кунне тытса пыманшӑн никам та ан ӳпкелештӗр. 17 Мӗншӗн тесен ҫаксем йӑлтах – килмеллин мӗлки ҫеҫ пулнӑ, килмелли – Христос – халӗ Хӑй кунта. 18 Эсир ҫӗнсе илнӗ парнене хӑйсене хӑйсем мӗскӗн пек кӑтартса, ангелсене пуҫҫапса киленекен, хӑйсем курманнине тӗпчекен ҫынсем туртса ан илейччӗр. Хӑйсен ӑсӗпе сӑлтавсӑрах мухтанма юратаҫҫӗ пулин те, ӑсӗ вӗсен – ҫӗр ҫинчиллех. 19 Вӗсем пуҫа пӑхӑнмаҫҫӗ. Пуҫ йӗркелесе пынипе вара, шӑмӑ сыпписемпе тата шӑнӑрсемпе пӗтӗҫсе, пӗтӗм ӳт-пӳ Турӑ палӑртнӑ пек аталанать. 20 Ҫапла вара, эсир Христоспа пӗрле вилнӗ, этемӗн шухӑш варкӑшӗсенчен хӑпнӑ. Мӗншӗн-ха эппин, ҫак тӗнче ҫыннисем пек, авалхи йӗркесене пӑхӑнатӑр? 21 «Ӑна ан сӗртӗн», «куна ан ҫи», «ҫавна ан тӗкӗн», – тенине итлетӗр? 22 Ҫав чарнӑ ӗҫме-ҫиме вӑл хырӑмра ҫӗрмелли япала кӑна-ҫке! Эппин, йӑли-йӗрки те, вӗрентӗвӗ те – этем шухӑшласа кӑларнӑскерсем анчах. 23 Вӑл вӗрентӳсем ҫиелтен кӑна ӑслӑн курӑнаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, хӑй ирӗкне Турӑ ирӗкӗ тени те, хӑйне мӗскӗн пек кӑтартса, ӳт-пӗвне хавшатса йӑпанни те ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн кайниех.

3

1 Ҫапла вара, Христоспа пӗрле вилӗмрен чӗрӗлтӗр пулсан, тӳпенелле ӑнтӑлӑр. Унта, Туррӑн сылтӑм енче, Христос ларать. 2 Ҫӗр ҫинчи пирки мар, ҫӳлти ҫинчен шухӑшлӑр. 3 Мӗншӗн тесен ҫӗр ҫинчи ҫылӑхлӑ пурӑнӑҫшӑн эсир вилӗ, сирӗн пулас пурӑнӑҫӑр Турӑпа юнашар ларакан Христоспа пӗрле упранать. 4 Сирӗн пурӑнӑҫӑр – Христос. Вӑл тепре килсессӗн эсир те Унпа пӗрле мухтавлӑ пулӑр.

5 Эппин ҫӗр ҫинчи кӑмӑл-туйӑмсене: аскӑнлӑха, ирсӗрлӗхе, путсӗр кӑмӑл туртӑмне, киревсӗр ӗмӗтсене, ҫӑткӑнлӑха – пӑрахӑр. Ҫӑткӑнлӑх вӑл кӗлеткесене пуҫҫапнипе пӗрех. 6 Ҫавӑн пек кӑмӑл-туйӑмлисене, Турра хирӗҫҫисене, Турӑ ҫилли ҫитет. 7 Тахҫан, вӗсемпе пӗрле пурӑннӑ чухне, эсир хӑвӑр та ҫавнашкал кӑмӑл-туйӑм хыҫҫӑн каятӑрччӗ. 8 Халӗ ҫавсене йӑлтах: тарӑхӑва, ҫилле, хаярлӑха – пӑрахӑр. Сирӗн чӗлхе-ҫӑвартан хурласа калаҫни, усал сӑмах ан тухтӑр. 9 Пӗр-пӗрне ан суйӑр, мӗншӗн тесен эсир кивӗ ҫынна унӑн мӗн пур ӗҫӗ-пуҫӗпех хӑвӑр ҫинчен кивӗ тумтир пек хывса пӑрахрӑр, 10 ҫӗннине тӑхӑнтӑр. Турра пӗлес тесе эсир ҫӗнелсе, хӑвӑра Пултаракан евӗрлӗ пулса пыратӑр, 11 ҫавӑнпа грек та, иудей та, ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те, варвар та, скиф та, чура та, ирӗкли те ҫук. Христос кӑна пур; Вӑл – пӗтӗмпех, Вӑл – пуринче те.

12 Ҫапла вара, эсир Турӑ суйласа илнисем пулсассӑн, Унӑн сӑваплӑ та юратнӑ ҫыннисем пулсассӑн, ҫӗнӗ тумтир тӑхӑнӑр. Ҫӗнни тени ҫакӑ пултӑр: хӗрхенӳ, ырӑлӑх, лӑпкӑлӑх, йӑвашлӑх, тӳсӗмлӗх. 13 Пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑ пулӑр, пӗр-пӗрин хушшинче кӳренмелли тупӑнсан, каҫарӑр. Христос сире каҫарнӑ, эсир те ҫапла тӑвӑр. 14 Ҫак ҫӗнӗ тум ҫинчен юратулӑх пиҫиххине ҫыхӑр. Мӗншӗн тесен пӗтӗмпех ҫыхӑнтарса тӑраканни, пӗр кӑлтӑксӑр тӑваканни – юратулӑх. 15 Сире пӗр ӳт-пӳ пулса канӑҫлӑ пурӑнма чӗнсе илнӗ. Чӗрӗрсенче Турӑ канӑҫлӑхӗ хуҫалантӑр, кӑмӑлӑрсем пархатарлӑ пулччӑр. 16 Христос сӑмахӗ сирӗн ӑшӑрта туллин тӑтӑр. Пӗр-пӗрне псалом, мухтав юрри, кӗлӗ юрри сӑмахӗсемпе ӑслӑн ӳкӗтлӗр. Пӗтӗм чӗререн Хуҫа Турра тав туса юрлӑр. 17 Эсир кирек мӗн тусан та, кирек мӗн каласан та – пӗтӗмпех Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тӑвӑр, Ун урлӑ Атте Турра тав тӑвӑр.

Пӗрлехи ҫӗнӗ пурӑнӑҫри тивӗҫсем

18 Эй, арӑмсем! Упӑшкӑрсене пӑхӑнӑр, ҫакӑ сирӗн Хуҫа Турӑ умӗнчи тивӗҫӗр. 19 Эсир те, упӑшкисем, арӑмӑрсене юратӑр, вӗсемпе кӑра ан пулӑр.

20 Эй, ачасем! Аҫӑр-аннӗре пур тӗлӗшӗнчен те итлӗр, ҫакӑ Хуҫа Турра юрӑхлӑ. 21 Эй, ашшӗсем! Ачӑрсен ӗмӗтне татас мар тесен, вӗсене пули-пулми ан тарӑхтарӑр.

22 Эй, чурасем! Ҫӗр ҫинчи хуҫӑрсене пур тӗлӗшӗнчен те пӑхӑнӑр. Йӑпӑлтисем пек вӗсене куҫ умӗнче юрас тесе кӑна мар, Турӑран хӑраса, пӗтӗм чӗререн тӑрӑшӑр. 23 Хӑвӑр мӗн тунине йӑлтах ҫыншӑн мар, Хуҫа Турӑшӑн тунӑ пек пӗтӗм чун-чӗререн тӑвӑр. 24 Турӑ сире Хӑйӗн еткерне парасса эсир пӗлетӗр, мӗншӗн тесен Христос Хуҫамӑршӑн тӑрӑшатӑр. 25 Кам та кам усал тӑвать, ӑна хӑйне те усалпа тавӑрса парӗҫ, мӗншӗн тесен Турӑшӑн пур ҫын та пӗрех.

4

1 Эй, хуҫасем! Чурӑрсемпе тӗрӗс те тӳрӗ пулӑр. Ҫакна астусах тӑрӑр: сирӗн те тӳпере Хуҫӑр пур.

Чӗнсе каланисем

2 Турра ялан кӗлтӑвӑр; тимлесе, тав туса кӗлтӑвӑр. 3 Пирӗншӗн те кӗлтӑвӑр: Турӑ пире Христосӑн вӑрттӑн чӑнлӑхӗ ҫинчен Хӑйӗн сӑмахне вӗрентмешкӗн ҫул уҫса патӑрччӗ. Христос ҫинчен вӗрентнӗшӗн эпӗ тӗрмере ларатӑп та. 4 Ӳкӗт сӑмахӗсене манӑн кирлӗ пек вӗрентмелле пултӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр. 5 Ӗненменнисемпе хутшӑнни сая ан кайтӑр тесен, хӑвӑра ӑслӑ-тӑнлӑ тыткалӑр. 6 Кашнинех кирлӗ пек хурав памашкӑн сӑмахӑр яланах кӑмӑллӑ та вырӑнлӑ пултӑр.

Ҫыру вӗҫӗнчи саламсем

7 Ман ҫинчен сире ӗненӳри юратнӑ тӑванӑмӑр, Хуҫамӑрӑн шанчӑклӑ тарҫи, ӗҫри юлташӑм Тихик каласа парӗ. 8 Эсир мӗнле пурӑннине пӗлме, сире хавхалантарма эпӗ ӑна сирӗн пата ятӑм. 9 Унпа пӗрле тата Турра чунтан парӑннӑ, ӗненӳри юратнӑ тӑванӑмӑра Онисима ятӑм. Вӑл сирӗн хушшӑртан тухнӑскерех. Вӗсем сире кунти ӗҫ-пуҫ ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.

10 Манпа пӗрле тӗрмере ларакан Аристарх тата Варнавӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ Марк сире салам яраҫҫӗ. (Хӑвӑр патӑра пырсассӑн Марка хапӑлласа йышӑнӑр тесе сире хушнӑччӗ ӗнтӗ.) 11 Тата сире Иуст текен Иисус та салам калать. Иудейсенчен ҫавсем кӑна Турӑ Патшалӑхӗшӗн манпа пӗрле ӗҫлесе тӑчӗҫ, маншӑн чун уҫҫи пулчӗҫ. 12 Сире тата Иисус Христос чури, хӑвӑр хушшӑртан тухнӑ Епафрас саламлать. Сирӗн пӗр кӑлтӑксӑр ӗненсе ҫирӗп тӑмалла пултӑрччӗ, Турра юрӑхлине пӗтӗмпех туса пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе вӑл тӑтӑшах хӗрӳллӗн кӗлтӑвать. 13 Вӑл сирӗншӗн тата Лаодикипе Иерапольти ӗненекенсемшӗн питӗ тӑрӑшнине эпӗ ҫирӗплетсех калама пултаратӑп. 14 Пирӗн савнӑ тухтӑр Лука тата Димас сире салам яраҫҫӗ. 15 Лаодикири ӗненекен тӑвансене, Нимфана тата ун килӗнче пуҫтарӑнакан ӗненекен ушкӑнрисене пирӗнтен салам калӑр.

16 Ҫак ҫырӑва хӑвӑр вуласа тухсассӑн ӑна Лаодикири ӗненекен ушкӑнрисене вулаттарӑр. Хӑвӑр вара эпир Лаодикине ҫырса янине илсе вулӑр. 17 Архипа ҫакна калӑр: «Асту, Хуҫа Турӑ сана Хӑйшӗн ӗҫлесе тӑма суйласа илнӗ, ҫав ӗҫе лайӑх ту».

18 Ҫак салам сӑмахӗсене эпӗ, Павел, хам аллӑмпах ҫыратӑп. Эпӗ тӗрмере ларнине асра тытӑр. Сире пурне те Турӑ ырӑлӑхӗ пултӑр. Аминь.