СӐВАПЛӐ АПОСТОЛСЕН ӖҪӖ-ХӖЛӖ
1Иисус тӳпене ҫӗкленни
1 Эй, Феофил, эпӗ хамӑн малтанхи кӗнекемре Иисус Хӑй ӗҫне тума пуҫланӑранпа тӳпене ҫӗкленичченех мӗн-мӗн туни тата мӗне вӗрентни ҫинчен пӗтӗмпех ҫырнӑччӗ. Хӑй суйласа илнӗ апостолӗсене Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ кун Святой Сывлӑш хӑвачӗпе хушусем парса хӑварнӑ. 3 Асапланса вилнӗ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсене хӗрӗх кун хушши курӑннӑ, Хӑй чӗррине нумай хутчен ҫирӗплетнӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ. 4 Вара, вӗсене пӗрле пуҫтарса, Вӑл ҫапла хушса хӑварнӑ: «Иерусалимран ан кайӑр, Аттем мӗн шантарнине кӗтӗр, ун пирки Эпӗ сире каланӑччӗ. 5 Мӗншӗн тесен Иоанн шывпа тӗне кӗртнӗ, эсир вара тепӗр темиҫе кунран Святой Сывлӑшпа тӗне кӗрӗр». 6 Ҫавӑнпа та пӗрле пуҫтарӑннӑ апостолсем Унран ҫапла ыйтнӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ ҫав хушӑра Израиль халӑхне ҫӗнӗрен патшалӑх туса парасшӑн мар пулӗ те?» 7 Вӑл вара вӗсене каланӑ: «Аттем Хӑй ирӗкӗпе палӑртса хунӑ вӑхӑтпа куна пӗлесси сирӗн ӗҫӗр мар. 8 Анчах та Святой Сывлӑш сирӗн ҫине ансан эсир хӑват илӗр. Вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, тӗнче хӗррине ҫитичченех каласа ҫирӗплетекенсем пулӑр». 9 Ҫак сӑмахсене каласан вӗсен куҫӗ умӗнчех Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ те Ӑна пӗлӗт илсе кайнӑ. Вӑл куҫран ҫухалнӑ. 10 Вӑл тӳпене ҫӗкленнине апостолсем пӑхса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра, тӳпенелле пӑхнӑ чухне, вӗсем сасартӑк хӑйсемпе юнашар шурӑ тумлӑ икӗ ҫын тӑнине курнӑ. 11 «Эй, Галилея ҫыннисем! – тенӗ вӗсем. – Мӗн эсир тӳпенелле пӑхса тӑратӑр? Эсир Иисус хӑвӑртан уйӑрӑлса тӳпене ҫӗкленнине куртӑр. Вӑл тӳпене епле ҫӗкленчӗ, килессе те ҫавнашкалах килӗ».
Иуда вырӑнне урӑх апостола суйлани
12 Апостолсем вара Елеон текен ту ҫинчен Иерусалима тавӑрӑннӑ. Тӑвӗ Иерусалимран инҫех те мар, шӑмат кун утма юранӑ ҫул тӑршшӗнче, пӗр ҫухрӑма яхӑнра, вырнаҫнӑ пулнӑ. 13 Тавӑрӑнсассӑн вӗсем хӑтлӑ пӳлӗме хӑпарнӑ. Унта Иисусӑн ҫак вӗренекенӗсем пулнӑ: Петр, Иаков, Иоанн, Андрей, Филипп, Фома, Варфоломей, Матфей, Алфей Иаковӗ, Симон Зилот тата Иаковпа пӗртӑван Иуда. 14 Вӗсем пурте пӗр шухӑш-кӑмӑлпа Турра кӗлтуса пурӑннӑ. Вӗсемпе пӗрле унта темиҫе хӗрарӑм, Иисус Амӑшӗ Мария тата Иисусӑн тӑванӗсем пулнӑ.
15 Тепӗр темиҫе кунран ҫавӑнта ҫӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн пухӑннӑ. Ҫавӑн чухне Петр тӑрса Иисус вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫыннӑмсем! Иисуса тытакансене ертсе пынӑ Иуда ҫинчен Святой Сывлӑш Давид сӑмахӗсемпе малтанах пӗлтерсе хунӑ. Ҫырнинчи ҫав сӑмахсен пурнӑҫланмалла пулчӗ. 17 Мӗншӗн тесен Иуда пирӗнпе пӗр йышраччӗ, Турӑ ӗҫне тума ӑна та шӑпа тухнӑччӗ. 18 Анчах та таса мар ӗҫшӗн илнӗ укҫипе Иуда пӗр ана ҫӗр туянчӗ. Унӑн виллине те, питӗ хытӑ ӳкнипе вар-хырӑмӗ ҫурӑлса, ӑш-чикки тухса кайнӑскере, ҫав ана ҫинчех тупнӑ. 19 Ҫакна Иерусалим ҫыннисем пурте пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл ана вырӑнне тӑван чӗлхипе вӗсем Акелдама тесе ят панӑ, ку вӑл Юн Ани тени пулать. 20 Псалом кӗнекинчех ҫапла ҫырнӑ: „унӑн кил-ҫурчӗ пушанса юлтӑр, унта пурӑнакан ан пултӑр“, тата „ӑна шанса панӑ ӗҫе урӑххи тутӑр“ тени те пур. 21 Ҫапла вара ун вырӑнне пирӗн урӑххине суйламалла. Вӑл ҫын Иисус Хуҫамӑр пирӗнпе пулнӑ чухне яланах Ун хыҫҫӑн ҫӳренӗскер пулмалла. 22 Вӑл ҫын Иоанн шыва кӗртнинчен пуҫласа Иисус тӳпене ҫӗкленнӗ кунчченех пирӗнпе пулса, Вӑл чӗрӗлсе тӑнине ҫирӗплетсе пӗлтерекен пулмалла». 23 Вара икӗ ҫынран пӗрне суйлама сӗннӗ: пӗри Варсава, тепӗр майлӑ тата Иуст текен Иосиф, пулнӑ; тепри – Матфий. 24 «Хуҫамӑр! – тенӗ вӗренекенӗсем кӗлтуса. – Эсӗ кашнин чӗрине витӗр курса тӑратӑн, ҫак иккӗшӗнчен пӗрне, Ху суйласа илнине, кӑтартсамччӗ. 25 Иуда йышран уйӑрӑлса хӑй каймалли ҫӗре кайрӗ. Ун вырӑнне апостол тивӗҫне камӑн туса пымаллине кӑтартсамччӗ!» 26 Вара вӗсем шӑпа янӑ та, шӑпи Матфие тухнӑ. Ӑна вара вун пӗр апостолпа пӗрле пӗр йыша кӗртнӗ.
2Святой Сывлӑш анни
1 Аллӑмӗш кун уявӗ ҫитсен, вӗсем пурте пӗрле пӗр шухӑш-кӑмӑлпа пухӑннӑ. 2 Сасартӑк тӳперен вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл кӗрлесе килнӗ чухнехи пек сасӑ илтӗннӗ, вӗсем пухӑннӑ ҫурт шӑв-шавпа тулса ларнӑ. 3 Унтан апостолсене пайӑркаланса тӑракан вут чӗлхи пек чӗлхесем курӑннӑ, вӗсем кашнин тӗлне пӗрер аннӑ. 4 Унтан пурин чун-чӗри те Святой Сывлӑшпа тулнӑ та вӗсем пурте Сывлӑш панӑ пултарулӑхпа хӑйсем унччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ.
5 Ҫав вӑхӑтра Иерусалимра хулари тата тӗрлӗ ҫӗр-шывсенчи хытӑ ӗненекен иудейсем уява пуҫтарӑннӑ пулнӑ. 6 Ҫак кӗрлекен сасӑ илтӗнсен халӑх пухӑнса тулнӑ та аптӑрасах кайнӑ, мӗншӗн тесен кашниех хайхи апостолсем вӗсен тӑван чӗлхипе калаҫнине илтнӗ. 7 «Ҫак тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫакансем пурте Галилея ҫыннисем мар-и вара? – тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе ыйтнӑ вӗсем пӗр-пӗринчен. 8 – Епле-ха эппин пирӗнтен кашниех харпӑр-хӑй ачаран калаҫнӑ чӗлхене илтеет? 9 Эпир – Парфи, Миди, Елам ҫыннисем; Месопотамире, Иудейӑра, Каппадокире, Понтра, Асире, 10 Фригипе Памфилире тата Египетра пурӑнакансем; Киринея ҫывӑхӗнчи Ливи ҫӗрӗнчисем; Римран килнисем; иудейсем тата иудей тӗнне йышӑннӑ урӑх халӑх ҫыннисем, 11 Критпа Арави ҫыннисем – эпир пурте Туррӑн хӑватлӑ ӗҫӗсем ҫинчен апостолсем пирӗн тӑван чӗлхесемпе каланине илтетпӗр!» 12 Ӑнран каймалла тӗлӗннипе вӗсем пӗр-пӗринчен: «Мӗне пӗлтерет-ши ку?» – тесе ыйтнӑ. 13 Хӑшӗ-пӗри тата тӑрӑхласа ҫапла каланӑ: «Вӗсем пылак хӗрлӗ эрех ӗҫсе лартнӑ».
Аллӑмӗш кун уявӗнче Петр каланӑ сӑмах
14 Вара Петрпа вун пӗр апостол пухӑннӑ халӑх умне тухнӑ, Петр пурне те илтмелле ҫапла каланӑ: «Иудейсемпе мӗн пур Иерусалим ҫыннисем! Ҫакна пӗлсе тӑрӑр, ман сӑмахӑма тимлӗн итлӗр: 15 Эсир вӗсене ӳсӗр тесе шухӑшлатӑр, вӗсем ӳсӗр мар, мӗншӗн тесен вӑхӑчӗ те халь ирхи тӑхӑр сехет кӑна-ха. 16 Ку – Иоиль пророк сӑмахӗсем пурнӑҫланни: 17 „Юлашки кунсенче, – тесе калать Турӑ, – Хамӑн Сывлӑшӑма пур ҫын ҫине те ярӑп. Сирӗн ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем пророкла калаҫа пуҫлӗҫ. Сирӗн ҫамрӑкӑрсем тӗрлӗрен курӑнусем курӗҫ. Сирӗн ватӑ ҫыннӑрсене тӗлӗкре вӑрттӑнлӑх уҫӑлӗ. 18 Ҫав кунсенче Хамӑн Сывлӑшӑма арҫын чурамсемпе хӗрарӑм чурамсем ҫине те ярӑп, вара вӗсем те пророкла калаҫӗҫ. 19 Ҫӳл тӳпере хӑватсем кӑтартӑп, аялта ҫӗр ҫинче паллӑсем кӑтартӑп: юн та, вут та пулӗ, тӗтӗм йӑсӑрланӗ. 20 Хуҫа Туррӑмӑрӑн аслӑ та мухтавлӑ кунӗ ҫитиччен хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх юнланӗ. 21 Ҫавӑн чухне кам та кам Хуҫамӑр ятне асӑнӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ“.
22 Эй, Израиль ҫыннисем! Ҫак сӑмахсене тимлесе итлӗр: эсир Иисус Назорея, Турӑ малтанах пӗлсе, палӑртса хунипе сутмалла пулнӑскере, тытрӑр та Ӑна ҫылӑхлисен аллине патӑр. Пӗлетӗр ӗнтӗ, Турӑ Унӑн тивӗҫлӗхне сирӗн хушшӑрта Ун урлӑ хӑватсем, тӗлӗнмелле ӗҫсем, паллӑсем кӑтартса сире пӗлтерчӗ. Эсир Иисуса вӗлерттертӗр, 24 анчах та Турӑ Ӑна вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтарса чӗртсе тӑратрӗ, Ӑна вилӗм те тытса чараймарӗ. 25 Давид Ун ҫинчен ҫапла каланӑ: „Эпӗ яланах Хуҫамӑра кураттӑм, мӗншӗн тесен эпӗ иккӗленесрен Вӑл манӑн сылтӑм енче тӑратчӗ. 26 Ҫавӑнпа чӗрем савӑнӑҫпа тулать, сӑмахӑмсем хаваслӑ, шанчӑк пуртан ӳт-пӗвӗм те канӑҫса лӑпланӗ. 27 Мӗншӗн тесен Эсӗ чунӑма вилнисем хушшинче хӑвармӑн, сӑваплӑ ҫыннуна ҫӗрсе кайма памӑн. 28 Эсӗ мана пурӑнӑҫ ҫулне кӑтартрӑн, Хӑвӑн умӑнта Эсӗ чун-чӗреме савӑнӑҫпа тултарӑн“.
29 Эй, тӑван ҫыннӑмсем! Давид мӑн асаттемӗр пирки сире хӑю ҫитерсе калам: вӑл вилнӗ те ӑна пытарнӑ; унӑн вил тӑприйӗ те халичченех сыхланса юлнӑ-ха. 30 Ӗнтӗ пророк пулнӑ пирки вӑл Турӑ тупа тусах престол ҫине хӑйӗн йӑхӗнчен Суйласа илнине лартма сӑмах панине пӗлсе тӑнӑ. 31 Христос чӗрӗлсе тӑрасси пирки Давид малтанах каланӑ, Унӑн чунӗ вилнисем хушшинче юлмӗ, ӳчӗ ҫӗрмӗ тенӗ. 32 Ӑна, Иисуса, Турӑ чӗртсе тӑратнине эпир пурте хамӑр куҫпа хамӑр куртӑмӑр. 33 Ҫапла вара, Турӑ Хӑйӗн хӑватлӑ аллипе Иисуса тӳпене ҫӗкленӗ. Вӑл Хӑйне шантарнӑ Святой Сывлӑша Ашшӗнчен илнӗ. Эсир халӗ мӗн курса-илтсе тӑратӑр, ҫавӑ йӑлтах Иисус хӑвачӗпе пулса иртет. 34 Давид тӳпене ҫӗкленмен, анчах та вӑл хӑех ҫапла калать: «„Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче, хисеплӗ вырӑнта лар“, – тенӗ Хуҫамӑр манӑн Хуҫама». 36 «Ҫапла вара, пӗтӗм Израиль ҫыннисем, ҫакна ҫирӗп пӗлсе тӑрӑр: эсир пӑталанӑ Иисуса Турӑ пирӗн Хуҫамӑр тата Ҫӑлаканӑмӑр турӗ».
37 Ҫак сӑмахсем итлекенсен чӗрисене пырса тивнӗ, вара вӗсем Петрпа ытти апостолсенчен ыйтнӑ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Пирӗн халӗ мӗн тумалла-ши?» 38 Вара Петр вӗсене ҫапла каланӑ: «Ӳкӗнӗр, ҫылӑх каҫарттарма сирӗнтен кашниех Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗтӗр. Вара Святой Сывлӑш тивлетне илейӗр. 39 Мӗншӗн тесен эсир те, ачӑрсем те, катари тӑвансем те – Турӑ чӗнсе илнисем пурте – Турӑ пама пулнине илмешкӗн тивӗҫлӗ». 40 Петр вӗсене татах нумай сӑмах каласа ӑнлантарнӑ, ӳкӗтленӗ: «Ҫак пӑсӑк ӑрупа пӗрле айӑплав тивесрен ҫӑлӑнса юлӑр», – тенӗ вӑл. 41 Вара унӑн сӑмахне хапӑлласа йышӑннисем тӗне кӗнӗ, ҫав кун тепӗр виҫӗ пин ӗненекене яхӑн хутшӑннӑ. 42 Вӗсем апостолсен сӑмахӗсенчен иртмен, пӗрле ҫӑкӑр хуҫнӑ, пӗрле кӗлӗ тунӑ.
Ӗненекенсен пурӑнӑҫӗ
43 Ӗненекенсем пурте Турра хисеплесе, Турӑран хӑраса пурӑннӑ. Иерусалимра апостолсем урлӑ тӗрлӗ хӑватсем, паллӑсем пулнӑ. 44 Ӗненекенсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑннӑ, мӗн пурри те вӗсен йӑлтах пӗрлехи пулнӑ. 45 Вӗсем хӑйсен пурлӑхне, япалисене сутса кама кирлӗрех, ҫавсене валеҫнӗ. 46 Пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулса вӗсем кулленех Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ. Килӗсенче, ҫӑкӑр хуҫса валеҫнӗ чухне, савӑнӑҫлӑн та йӑваш кӑмӑллӑн апатланнӑ. 47 Ӗненекенсем Турра мухтаса пурӑннӑ, халӑх вӗсене юратнӑ. Хуҫамӑр вара ҫӑлӑнакансен йышне – Хӑйӗн Чиркӗвне – куллен ӳстерсех пынӑ.
3Петр уксаха сыватни
1 Пӗррехинче Петрпа Иоанн кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетре пулакан кӗлле Турӑ Ҫуртне кайнӑ. 2 Ҫавӑнта амӑш варӗнченех уксах ҫуралнӑ ҫын пулнӑ. Турӑ Ҫуртне кӗрекенсенчен ыйткаласа ларма ҫав ҫынна кашни кунах Илемлӗ Хапха текен мӑн алӑк умне ҫӗклесе пырса лартнӑ. 3 Петрпа Иоанн Турӑ Ҫуртне кӗнине курсан вӑл кӗлмӗҫленме пуҫланӑ. 4 Петрпа Иоанн ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ. «Пирӗн ҫине пӑх-ха», – тенӗ Петр. 5 Вӑл вара, кусем мӗн те пулин парӗҫ-и тесе, апостолсем ҫине кӗлмӗҫленсе пӑхнӑ. 6 Анчах та Петр ҫапла каланӑ: «Ылтӑнӑм та, кӗмӗлӗм те ҫук манӑн, мӗн пуррине сана паратӑп: Иисус Христос Назорей ячӗпе тӑр та утса ҫӳре!» 7 Вӑл уксах ҫынна сылтӑм аллинчен тытса тӑма пулӑшнӑ. Ҫав самантрах лешӗн ури тупанӗсене, чӗркуҫҫийӗсене вӑй кӗнӗ, 8 вӑл сиксе тӑнӑ та ута пуҫланӑ. Вӑл Турӑ Ҫуртне те апостолсемпе пӗрлех кӗнӗ, сиккелесе ҫӳресе Турра мухтанӑ. 9 Турӑ Ҫуртӗнче пулнисем Илемлӗ Хапха умӗнчи ыйткаласа ларакан уксаха палласа илнӗ. Вӑл утакан пулнине тата Турра мухтанине курсан пӗтӗм халӑх вӑл сывалнинчен питӗ хытӑ хӑраса кайса тӗлӗннӗ.
Соломон притворӗнче Петр каланӑ сӑмах
11 Уксах пулнӑ ҫын, сывалнӑскер, Петрпа Иоанран хӑпман. Ҫавӑнпа та тӗлӗнсе кайнӑ халӑх Соломон притворӗ текен ҫӗрте вӗсем тавра пуҫтарӑннӑ. 12 Ҫакна асӑрхасан Петр халӑха каланӑ: «Эй, Израиль ҫыннисем! Мӗн тӗлӗнсе пӑхатӑр эсир пирӗн ҫине? Эпир ӑна хамӑр хӑватпа тата тасалӑхпа утмалла туман вӗт-ха! 13 Авраампа Исаак тата Иаков Турри, пирӗн мӑн асаттесен Турри, Хӑйӗн Ывӑлне Иисуса мухтава кӑларчӗ. Эсир вара Ӑна тытса патӑр. Ӑна Пилат хӑтарас тенӗччӗ, анчах эсир Пилат умӗнче Унран тунтӑр. 14 Эсир Тасинчен, Тӳрӗлӗхлинчен тунса ҫын вӗлерекене ирӗке яма ыйтрӑр, 15 пурӑнӑҫ Хуҫине вара вӗлертӗр. Ӑна ӗнтӗ Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, ҫавна курса ҫирӗплетекенсем эпир хамӑр. 16 Иисус ятне ӗненни ҫак эсир куракан, пӗлекен ҫынна тӗреклӗх пачӗ. Иисус панӑ ӗненӳ ӑна сирӗн куҫӑр умӗнчех сыватрӗ. 17 Ҫапах та, тӑванӑмсем, эсир, хӑвӑр пуҫлӑхсем пекех, пӗлмен пирки Иисусран туннине ӑнланатӑп. 18 Христосӑн асап тӳсмелле пулнине Турӑ Хӑйӗн мӗн пур пророкӗсем урлӑ малтанах пӗлтернӗ, Вӑл ҫавна пурнӑҫларӗ те. 19 Хӑвӑр ҫылӑхӑрсене тӳрлетес тесе ӳкӗнӗр, Турӑ енне ҫавӑрӑнӑр. 20 Турӑ парас савӑнӑҫ вӑхӑчӗ ҫиттӗр, Хӑй палӑртса хунӑ Иисус Христоса Вӑл сирӗн патӑра ятӑр. 21 Хальлӗхе, Турӑ Хӑйӗн авалхи мӗн пур сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ калани пӗтӗмпех пурнӑҫланас вӑхӑтчен, Иисусӑн тӳперех пулмалла. 22 Моисей мӑн асаттемӗрсене ҫапла каланӑ: „Мана пророка кӑларнӑ пекех, Хуҫа Туррӑр сирӗн валли хӑвӑр хушшӑртанах Пророк кӑларӗ. Вӑл кирек мӗн каласассӑн та, Ӑна итлесе пурӑнӑр. 23 Ҫав Пророка итлемен ҫынсен халӑхран уйӑрӑлмалла, пӗтмелле пулӗ“. 24 Самуилтан пуҫласа унран кайранхи мӗн пур пророксем ҫак кунсем ҫитессе пурте малтанах пӗлтернӗ. 25 Эсир пророксен ывӑлӗсем, халал ывӑлӗсем. Ҫав халала Турӑ сирӗн мӑн аслаҫӑрсене панӑ, Вӑл Авраама ҫапла каланӑ: „Санӑн йӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте пиллӗх илӗҫ“. 26 Сире усал ӗҫӗрсенчен сыхласа хӑварас тесе Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса сире пиллеме чи малтан янӑ».
4Петрпа Иоанн синедрион канашӗ умӗнче
1 Петрпа Иоанн халӑха вӗрентнӗ чухне вӗсем патне священниксем, Турӑ Ҫурчӗн хуралӗн пуҫлӑхӗсем тата саддукейсем пырса ҫитнӗ. 2 Вӗсене апостолсем халӑха вӗрентни тата Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ пек вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла тесе ӳкӗтлени питӗ тарӑхтарнӑ. 3 Вара Петрпа Иоана тытнӑ та, каҫ пулса килнӗрен, ирччен хурал аллине пама хушнӑ. 4 Вӗрентсе каланӑ сӑмаха итлекенсенчен чылайӑшӗ ӗненме пуҫланӑ, ҫавнашкаллисем пилӗк пин ҫынна яхӑн пулнӑ.
5 Тепӗр кунне Иерусалимра иудейсен пуҫлӑхӗсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем тата саккун вӗрентӳҫисем пухӑннӑ. 6 Унта аслӑ священник Анна та, Каиафа та, Иоанпа Александр та, аслӑ священник ӑрӑвӗнчен тухнӑ ытти ҫынсем те пынӑ. 7 Вара, апостолсене хӑйсем умне тӑратса, ҫапла ыйтнӑ: «Эсир ҫак ӗҫе мӗнле хӑватпа тата кам ячӗпе турӑр?» 8 Ҫавӑн чухне Петр, чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑскер, вӗсене ҫапла каланӑ: «Эй, халӑх пуҫлӑхӗсемпе Израилӗн ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем! 9 Халсӑр ҫынна ырӑ тунӑшӑн пире паян явап тыттаратӑр пулсан, мӗнле сыватнине тӗпчетӗр пулсан, 10 Израиль халӑхӗ те, эсир те пӗлсе тӑрӑр: вӑл Иисус Христос Назорей ячӗпе сывалчӗ, ӑна Иисус сирӗн ума сывӑ тӑмалла турӗ. Эсир Иисуса пӑталарӑр, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ. 11 Эсир, ҫурт тӑвакансем, юрӑхсӑр тесе ывӑтнӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ. Ҫав чул вӑл – Иисус. Урӑх никам та ҫӑлӑнӑҫ кӳреймӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере ҫын панӑ ятсенчен пире ҫӑлма пултаракан урӑх ят ҫук». 13 Петрпа Иоанн хӑюлӑхне курса тата вӗсем вӗренмен ахаль ҫынсем ҫеҫ пулнине асӑрхаса, пуҫлӑхсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тӗлӗнсех кайнӑ. Ҫавӑнтах, кусем Иисуспа пӗрле ҫӳренине аса илсен, вӗсене палласа илнӗ. 14 Анчах та Петрпа Иоанн ҫумӗнче уксах пулнӑ ҫын тӑнине курсан, вӗсем нимӗн тавӑрса калама та аптӑранӑ. 15 Вара вӗсем апостолсене синедрионран тухма хушнӑ та хӑйсем хушшинче канашлама пуҫланӑ. 16 «Мӗн тумалла ку ҫынсемпе? – калаҫнӑ вӗсем. – Иерусалимра пурӑнакансем ӗнтӗ пурте вӗсем чӑн-чӑн тӗлӗнмелле ӗҫ тунине пӗлеҫҫӗ. Пулнӑ япалана эпир пулман тесе калаймӑпӑр. 17 Ҫапах та халӑхра тата ытларах сӑмах сарӑласран пирӗн вӗсене хӑратсах ҫынсем умӗнче Иисус ячӗ ҫинчен каласа ҫӳреме чармалла». 18 Вара апостолсене чӗнсе илсе Иисус ятне асӑнма та, Унӑн ячӗпе вӗрентме те чарнӑ. 19 Анчах та Петрпа Иоанн ҫапла тавӑрса каланӑ: «Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: сире Турӑран та ытларах итлени Турӑ умӗнче тӗрӗс пулӗ-и? 20 Хамӑр курни-илтнине эпир калаймасӑр тӑраймӑпӑр». 21 Вара канашра ларакансем апостолсене айӑплама май тупаймасӑр вӗсене юна-юнах кӑларса янӑ. Тата вӗсем халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесен пулса иртнӗ ӗҫшӗн пурте Турра мухтанӑ. 22 Тӗлӗнмелле майпа сывалнӑ ҫынни хӗрӗх урлӑ каҫнӑскер пулнӑ.
Ӗненекенсем кӗлтуни
23 Кӑларса ярсан Петрпа Иоанн хӑйсен ушкӑнне тавӑрӑннӑ та аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем хӑйсене мӗн-мӗн каланине пӗтӗмпех ӗненекенсене каласа кӑтартнӑ. 24 Ҫавна илтсен ӗненекенсем пурте пӗр шухӑш-кӑмӑлпа хыттӑн Турра кӗлтума пуҫланӑ: «Эй, Патша Турӑҫӑм! Эсӗ тӳпене те, ҫӗре те, тинӗсе те – вӗсенче мӗн пуррине те – пӗтӗмпех пултарнӑ. 25 Эсӗ Хӑвӑн чуруна, Давид мӑн асаттемӗре, Святой Сывлӑшупа ҫапла калаттарнӑ: „Чӑн Турра пӗлмен халӑхсем мӗншӗн пӑлханаҫҫӗ-ши, этемсем мӗншӗн пултарас ҫука тытӑнчӗҫ-ши? 26 Ҫӗр ҫинчи патшасемпе княҫсем пӗрле пухӑнса Хуҫа Туррӑмӑра тата Вӑл Суйласа илнине хирӗҫ тӑчӗҫ“. 27 Чӑнах та акӑ ҫак хулара Иродпа Понтий Пилат, ытти халӑхсемпе тата Израиль халӑхӗпе пӗрле пухӑнса, Санӑн ҫу сӗрсе суйласа илнӗ Святой Ывӑлна, Иисуса, хирӗҫ тӑчӗҫ. 28 Мӗн пулмаллине, Эсӗ Хӑвӑн вӑй-хӑватупа, Хӑвӑн ирӗкӳпе палӑртса хунине вӗсем пурнӑҫларӗҫ. 29 Эй, Турӑҫӑм, Эсӗ Хӑвӑн Святой Ывӑлу Иисус ячӗпе чирлисене сыватма, паллӑсемпе хӑватсем кӑтартма аллуна Тӑсаканскер, вӗсем пире юнанине курсам. Эй, Турӑҫӑм, Хӑвӑн чурусене Хӑвӑн сӑмахна вӗрентме хӑюлӑх парсам». 31 Кӗлтуса пӗтерсенех вӗсем пухӑнса тӑнӑ вырӑн чӗтренсе кайнӑ. Вара пурин те чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пурте Турӑ сӑмахне хӑюллӑнах вӗрентсе ҫӳренӗ.
Пӗрлешӳллӗ пурӑнни
32 Ӗненекенсенчен чылайӑшӗ пӗр кӑмӑллӑ, пӗр шухӑшлӑ пулса пурӑннӑ. Харпӑр пурлӑхне вӗсенчен пӗри те манӑн тесе каламан, пурте вӗсен пӗрле пулнӑ. 33 Иисус Христос Хуҫамӑр чӗрӗлсе тӑнине апостолсем хӑватланса пӗлтернӗ, вӗсем пурте Турӑ тивлечӗллӗ пулнӑ. 34 Вӗсем хушшинче ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнакансем пулман, мӗншӗн тесен ҫӗр пуррисем, кил-ҫуртлисем пурте ҫавсене сутнӑ, вара укҫи-тенкине апостолсене панӑ. Ҫапла вӗсем кирек камӑн мӗн ҫитменнине ҫитерсе тӑнӑ. 36 Тӗслӗхрен, Кипртан пынӑ пӗр Иосия ятлӑ левит пулнӑ. Ӑна апостолсем Варнава тесе ят панӑ. (Варнава тени «савӑнтаракан ывӑл» тенине пӗлтерет.) 37 Ҫав Иосия та, хӑйӗн ҫӗрне сутса, укҫине апостолсен ури умне пырса хунӑ.
5Ананияпа Сапфира
1 Тата Анания ятлӑ пӗр ҫын, хӑйӗн арӑмӗпе Сапфирӑпа калаҫса татӑлса, пӗтӗм пурлӑхне сутнӑ. 2 Укҫин пӗр пайне Анания хӑйӗн валли уйӑрса хӑварнӑ, ун пирки арӑмӗ те пӗлсе тӑнӑ. Юлнӑ укҫине вара апостолсен ури умне пырса хунӑ. 3 Анчах та Петр ӑна ҫапла каланӑ: «Анания, ҫӗр укҫине пытарса хӑварса эсӗ Святой Сывлӑша улталас терӗн-им? Хӑвӑн ӑшна ҫав шухӑша кӗртме мӗншӗн эсӗ шуйттана ирӗк патӑн? 4 Ҫӗрӳ, сутиччен, хӑвӑн марччӗ-им вара? Сутса тунӑ укҫупа хуҫаланма та хӑвӑн ирӗкӳ марччӗ-и? Ултав ҫулӗ ҫине мӗн тӑратрӗ-ха сана? Эсӗ халӗ ҫынсене мар, Турра улталарӑн вӗт-ха!» 5 Ҫак сӑмахсене илтсенех Анания ӳксе вилнӗ. Ҫакӑн ҫинчен пӗлнӗ ҫынсен пурин те сехри хӑпнӑ. 6 Унтан ҫамрӑксем тӑнӑ та ӑна пытарма хатӗрленӗ, вара илсе кайса пытарнӑ.
7 Унта мӗн пулса иртнине пӗлмесӗрех тепӗр виҫӗ сехетсенчен ҫавӑнта Анания арӑмӗ те пынӑ. 8 «Кала-ха мана, – ыйтнӑ унран Петр, – эсир ҫӗре ҫав хака сутрӑр-и?» «Ҫапла, ҫав хака», – хуравланӑ хӗрарӑм. 9 Петр ӑна каланӑ: «Епле-ха эсир Хуҫа Туррӑн Сывлӑшне улталама калаҫса татӑлтӑр? Акӑ, упӑшкуна пытарса килекенсем алӑкран кӗреҫҫӗ, сана та вӗсем часах йӑтса тухӗҫ». 10 Хӗрарӑм сасартӑк ун ури умне тӗшӗрӗлсе аннӑ, унӑн та чунӗ тухса кайнӑ. Ҫамрӑксем кӗнӗ те, вӑл та сывламасӑр выртнине курса, ӑна йӑтса тухса упӑшки ҫумнех кайса пытарнӑ. 11 Вара ӗненекенсен пӗтӗм ушкӑнӗ те, ҫавӑн ҫинчен илтнӗ ытти ҫынсем те питӗ хытӑ хӑраса ӳкнӗ.
Паллӑсемпе хӑватсем
12 Халӑх хушшинче апостолсем нумай паллӑсемпе хӑватсем кӑтартнӑ. Хӑйсем вӗсем пӗр шухӑш-кӑмӑлпа тӑтӑшах Соломон притворӗнче пуҫтарӑннӑ. 13 Христоса ӗненменнисем вӗсемпе ҫывӑхланма хӑяйман пулин те, халӑх апостолсене мухтаса калаҫнӑ. 14 Ӗненекенсен йышӗ ӳснӗҫемӗн ӳссех пынӑ. Нумай арҫынпа хӗрарӑм Хуҫа Турӑ енне ҫавӑрӑннӑ. 15 Урампа иртсе пыракан Петрӑн мӗлки те пулин чирлисем ҫине ӳктӗрччӗ тесе, ҫынсем вӗсене урама илсе тухса вырӑнӗсем ҫине вырттарнӑ. 16 Ҫавнашкалах Иерусалима таврари ял-хуласенчен халӑх пырсах тӑнӑ. Вӗсем унта чирлисене, усал ернисене иле-иле пынӑ, лешсем вара пурте сывалнӑ.
Апостолсене хӗсӗрлени
17 Аслӑ священникпа саддукейсен ушкӑнӗнчи ҫынсен пурин те чӗрисем кӗвӗҫӳпе тулса ҫитнӗ. 18 Вара вӗсем апостолсене тытнӑ та хура халӑх тӗрмине хуптарнӑ. 19 Анчах та Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ ҫӗрле тӗрме алӑкӗсене уҫнӑ та апостолсене илсе тухса ҫапла каланӑ: 20 «Турӑ Ҫуртне кайӑр та халӑха ҫак чӗрӗлӗх сӑмахӗсене татах вӗрентӗр». 21 Хӑйсене каланӑ пекех, апостолсем ирхине ирех Турӑ Ҫуртне пынӑ та халӑха вӗрентме пуҫланӑ. Ҫав ирхинех аслӑ священникпа унӑн ҫыннисем синедрион канашӗнче ларакансене пуҫтарнӑ, унта Израилӗн мӗн пур ятлӑ-сумлӑ ҫыннисене чӗнтернӗ. Вара тӗрмерен апостолсене илсе пыма хушнӑ. 22 Анчах та тарҫисем, тӗрмене пырсан, апостолсене тупаймасӑрах тавӑрӑннӑ. 23 «Тӗрмине шанчӑклӑ питӗрнӗ, – тенӗ вӗсем тавӑрӑнсан, – алӑкӗсем умӗнче те хурал тӑрать, ҫакна эпир хамӑр куртӑмӑр, анчах та уҫтартӑмӑр та – шалта никам та ҫук!» 24 Тарҫӑсен сӑмахне илтсен аслӑ священник, хурал пуҫлӑхӗ тата ытти аслӑ священниксем: «Мӗне пӗлтерет-ши ку?» – тесе тӗлӗнсех кайнӑ. 25 Кайран пӗрскер ҫавӑнта пынӑ та кусене ҫапла пӗлтернӗ: «Хайхи эсир тӗрмене лартнӑ ҫынсем Турӑ Ҫуртӗнче халӑха вӗрентсе тӑраҫҫӗ». 26 Ҫавӑн хыҫҫӑн хурал пуҫлӑхӗпе тарҫисем Турӑ Ҫуртне кайнӑ. Хӑйсене халӑх чулпа пере-пере вӗлересрен хӑранипе вара апостолсене ирӗксӗрлемесӗрех илсе пынӑ.
27 Илсе пырсан вӗсене синедрион канашӗ умне тӑратнӑ. Вара аслӑ священник ҫапла тӗпчесе ыйтнӑ: 28 «Ҫав Ҫын ячӗпе вӗрентсе ан ҫӳрӗр тесе сире ҫирӗппӗнех асӑрхаттармарӑмӑр-и? Эсир вара хӑвӑр вӗрентӗвӗре пӗтӗм Иерусалимӗпе сарса ятӑр, Ҫав Ҫын вилнишӗн те пире айӑплас тетӗр». 29 Петрпа ытти апостолсем вара ҫапла тавӑрса каланӑ: «Турра пӑхӑнасси этеме пӑхӑнассинчен ытларах пулмалла. 30 Эсир йывӑҫ хӗрес ҫине ҫакса вӗлернӗ Иисуса пирӗн мӑн асаттемӗрсен Турри чӗртсе тӑратрӗ. 31 Израиль халӑхне ӳкӗнтерес тесе, ҫылӑхӗсене каҫарас тесе Турӑ Ӑна, Пуҫлӑха тата Ҫӑлакана, Хӑйӗн аллипе ҫӗклесе Хӑйӗнчен сылтӑм енне, хисеплӗ вырӑна, лартрӗ. 32 Ҫакна курса ҫирӗплетекенсем – эпир хамӑр тата Турӑ Хӑйне пӑхӑнакансене панӑ Святой Сывлӑш».
33 Ҫакна илтсен синедрион канашӗнчисем урса кайнипе апостолсене вӗлерес тесе те шухӑшланӑ. 34 Вӗсем хушшинче Моисей саккунне вӗрентекен пӗр Гамалиил ятлӑ фарисей та пулнӑ. Халӑх ӑна питӗ хисепленӗ. Ҫавӑ вара канаш умне тухса тӑнӑ та апостолсене вӑхӑтлӑха синедрионран илсе тухма ыйтнӑ. 35 Кайран хӑй канашра ларакансене ҫапла каланӑ: «Эй, Израиль ҫыннисем! Ҫак ҫынсене мӗн тӑвасси пирки лайӑхрах шухӑшласа пӑхӑр. 36 Нумаях та пулмасть хӑйне аслӑ ҫын вырӑнне хуракан пӗр Февда ятлӑскер сиксе тухнӑччӗ. Ун тавра тӑватӑ ҫӗре яхӑн ҫын та пуҫтарӑннӑччӗ. Анчах та ӑна вӗлерсен, унӑн ушкӑнӗнчисем пурте саланса пӗтрӗҫ. 37 Унтан кайран, халӑх шутне ҫыртарнӑ чухне, Галилейӑри Иуда палӑрчӗ. Вӑл та чылай ҫынна хӑй майлӑ ҫавӑрчӗ. Анчах хӑй те пуҫне ҫирӗ, ун хыҫҫӑн кайнисем те саланса пӗтрӗҫ. 38 Ҫавӑнпа ӗнтӗ халӗ сире калатӑп: ку ҫынсем ҫумне ан ҫулӑхӑр, ярӑр вӗсене. Мӗншӗн тесен вӗсем тытнӑ шухӑш, вӗсем тӑвакан ӗҫ этемрен пулсан, вӑл хӑйне хӑех пӗтӗ. 39 Турӑран пулсан, эсир ӑна пӗтереймӗр. Асӑрханӑр, Турра хирӗҫ пыракан ҫынсем пулса тӑмалла ан пултӑрччӗ сирӗн». 40 Вӗсем вара Гамалиила итленӗ. Апостолсене чӗнсе кӗрттернӗ те вӗсене чӗн пушӑпа хӗнеттернӗ. Унтан, Иисус ячӗпе вӗрентсе ҫӳреме чарса, кӑларса янӑ. 41 Иисус Хуҫамӑр ячӗшӗн хур курма тивӗҫ пулнишӗн савӑнса апостолсем синедрионран тухса кайнӑ. 42 Хӑйсем вара куллен Турӑ Ҫуртӗнче те, килсенче те вӗрентме, Иисус Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме чарӑнман.
6Ҫичӗ пулӑшакана суйлани
1 Вӗренекенсем йышлансах пынӑ. Грекланнӑ еврейсем ҫав кунсенче Иудейӑри еврейсене ӳпкелешме пуҫланӑ. Кулленхи пая валеҫнӗ чухне пирӗн тӑлӑх арӑмсене кӳрентеретӗр тенӗ вӗсем. 2 Вара Вун иккӗшӗ мӗн пур вӗренекенсене пухӑва чӗнсе ҫапла каланӑ: «Турӑ сӑмахне вӗрентме пӑрахсах апат-ҫимӗҫ валеҫме пире аван мар. 3 Ҫавӑнпа та, тӑвансем, хӑвӑр хушшӑртан шанчӑклӑ, Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ тата ӑслӑ ҫичӗ ҫынна суйлӑр. Ҫак ӗҫе туса пыма вӗсене шанса парӑпӑр. 4 Эпир хамӑр вара ялан кӗлтуса, Турӑ сӑмахне вӗрентсе пурӑнӑпӑр». 5 Ҫак сӗнӗве пухӑннисем пурте ырланӑ. Вара вӗсем ҫирӗп ӗненекен, Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ Стефана, унпа пӗрлех Филипа, Прохора, Никанора, Тимонпа Пармена тата Антиохияри Николая суйланӑ. Еврей мар пулин те, Николай маларах иудей тӗнне тытса пынӑ пулнӑ. 6 Вӗсене апостолсем умне тӑратнӑ. Апостолсем кӗлтуса вӗсем ҫине аллисене хунӑ.
7 Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫем сарӑлса пынӑ. Иерусалимра Иисус вӗренекенӗсен шучӗ хӑвӑрт ӳссе кайнӑ. Чылай священник та ҫак ӗненӗве йышӑннӑ.
Стефана тытни
8 Стефан ятлӑ ҫирӗп ӗненӳллӗ те вӑйлӑ чун хаваллӗ ҫын халӑх хушшинче чӑн-чӑн тӗлӗнмелле ӗҫсемпе хӑватсем кӑтартнӑ. 9 Пӗр синагогӑна ҫӳрекен ҫынсем Стефанпа тавлашса кайнӑ. Ҫав синагогӑна „Ирӗклисен синагоги“ те тенӗ. Иудейсем унта Киринейӑран та, Александрияран та, Киликирен те, Асирен те ҫӳренӗ. 10 Анчах та Стефан ӑслӑ калаҫнӑран вӗсем ӑна ҫӗнтереймен, мӗншӗн тесен Стефана Святой Сывлӑш Хӑй мӗн каламаллине пӗлтерсех тӑнӑ. 11 Вара ҫакскерсем хӑш-пӗр ҫынсене Стефан Турра та, Моисея та хурланине хамӑр илтрӗмӗр тесе калама ӳкӗте кӗртнӗ. 12 Ҫапла хӑтланса ҫак синагогӑна ҫӳрекенсем халӑха та, ятлӑ-сумлӑ ҫынсене те, саккун вӗрентӳҫисене те хӗтӗртсе янӑ. Вара лешсем Стефана ярса тытнӑ та синедриона илсе кайнӑ. 13 Вӗсем ҫавнашкалах суйса айӑп кӑтартакансем те хатӗрленӗ. «Ку ҫын Турӑ Ҫурчӗ ларакан сӑваплӑ вырӑна та, Моисей саккунне те пӗрмаях хурлать, – тенӗ ҫавскерсем. 14 – Назорей Иисус Турӑ Ҫуртне те аркатӗ, Моисейран килекен йӑла-йӗркесене те улӑштарӗ, тесе каланине хамӑр хӑлхапа хамӑр илтрӗмӗр». 15 Синедрионра ларакансем Стефан ҫине тинкеререх пӑхнӑ та – унӑн сӑнӗ ангелӑнни пек ҫуталса тӑнине асӑрханӑ.
7Стефан синедрион канашӗнче каланӑ сӑмах
1 Ҫавӑн чухне аслӑ священник Стефанран: «Сана тӗрӗсех айӑплаҫҫӗ-и?» – тесе ыйтнӑ. 2 Вара Стефан каланӑ: «Эй, тӑван ҫынсем! Сумлӑ ватӑсем! Итлесемӗр мана. Мухтав Турри пирӗн Авраам мӑн асаттемӗре Харрана куҫса кайичченех, Месопотамирех курӑннӑ. 3 „Хӑвӑн ҫӗр-шывунтан, тӑвану-хурӑнташу хушшинчен, аҫу килӗнчен тух та, Эпӗ сана кӑтартнӑ ҫӗр-шывалла кай“, – тенӗ ҫавӑн чухне ӑна Турӑ. 4 Вара вӑл Халдея ҫӗрӗнчен куҫса пырса Харранта вырнаҫнӑ. Ашшӗ вилсен, Турӑ Авраама ҫак халӗ эсир пурӑнакан ҫӗр-шыва илсе ҫитернӗ. 5 Кунта ӑна Турӑ ура лаппи чухлӗ те ҫӗр паман. Анчах та, Авраамӑн ачи-пӑчи пулман чухнех, Турӑ ӑна ҫак ҫӗр-шыва хӑйне те, ачисене те яланлӑха парасса шантарнӑ. 6 Турӑ ӑна ҫапла каланӑ: „Санӑн йӑх-тӑхӑмусем ют ҫӗре куҫса кайӗҫ, тӑватӑ ҫӗр ҫула яхӑн вӗсем чура пулса, хӗсӗрленине тӳссе пурӑнӗҫ. 7 Анчах та Эпӗ, – тенӗ Турӑ, – вӗсене чуралӑхра усракан халӑха айӑплӑп. Вара вӗсем ҫав ҫӗр-шывран тухса ҫак вырӑнта мана пуҫҫапса пурӑнӗҫ“. 8 Вара, халалланине палӑртма, ӑна ӳт кастарма хушнӑ. Ҫапла вара, Исаак ҫуралсан, саккӑрмӗш кун унӑн ӳтне кастарнӑ. Исаакран Иаков ҫуралнӑ, Иаковран вун икӗ ӑру пуҫӗ ҫуралнӑ. 9 Хайхи ӑру пуҫӗсем, кӗвӗҫсе, Иосиф ятлӑ пӗртӑванне Египета чуралӑха сутнӑ, анчах Турӑ унпа пӗрле пулнӑ. 10 Турӑ унӑн мӗн пур хуйхи-суйхине сирнӗ, ӑна вичкӗн ӑс панӑ, Египет патшин, фараонӑн, кӑмӑлне ун енне ҫавӑрнӑ. Вара фараон Иосифа Египет ҫӗрне те, патша керменне те пӑхса тӑракан пуҫлӑха лартнӑ. 11 Кайран Египетпа Ханаан ҫӗрӗсенче выҫлӑх пуҫланнӑ, питӗ пысӑк инкек ҫитнӗ. Мӑн асаттемӗрсем выҫса вилмех пуҫланӑ. 12 Вара Иаков Египетра тырӑ пур тенине илтсе хӑйӗн ывӑлӗсене унта малтанхи хут янӑ. 13 Иккӗмӗш хут пырсассӑн тин Иосиф тӑванӗсене хӑй кам пулнине уҫса панӑ. Ҫапла майпа Иосиф ӑрӑвӗ ҫинчен фараон та пӗлнӗ. 14 Иосиф вара хӑйӗн ашшӗне Иакова тата тӑванӗсене чӗнтерсе пынӑ. Вӗсем пурӗ ҫитмӗл пиллӗкӗн пулнӑ. 15 Ҫапла Иаков Египета куҫса кайнӑ. Иаков та, унӑн ывӑлӗсем те виличченех унта пурӑннӑ. 16 Вӗсен ӳчӗсене Сихема илсе тавӑрӑннӑ, тупӑклӑха хунӑ. Ҫав тупӑклӑха Авраам Сихемри Еммор ывӑлӗсенчен кӗмӗл парса сутӑн илнӗ пулнӑ.
17 Турӑ Авраама тупа туса сӑмах панин пурнӑҫланас вӑхӑчӗ ҫывхарнӑҫемӗн Египетра халӑх нумайлансах, йышлансах пынӑ. 18 Иосифа пӗлмен урӑх фараон престол ҫине ларичченех халӑх йышӗ ҫапла ӳссе пынӑ. 19 Ку патша вара пирӗн халӑха кураймасӑр чеен хӑтланнӑ: ҫуралса пыракан ачасене вилме кайса пӑрахтарса, вӑл мӑн асаттемӗрсене питӗ хӗсӗрленӗ. 20 Шӑпах ҫав вӑхӑтра Моисей ҫуралнӑ, вӑл Турра та килӗшмелле хитре ача пулнӑ. Ашшӗ килӗнче ӑна виҫӗ уйӑха ҫитиччен пӑхса усранӑ. 21 Кайран, кайса пӑрахтарсан, ӑна фараон хӗрӗ усрава илнӗ те хӑйӗн ывӑлӗ пекех пӑхса ӳстернӗ. 22 Моисея Египетри мӗн пур ӑслӑлӑха вӗрентсе ҫитӗнтернӗ; вӑл сӑмахӗпе те, ӗҫӗпе те хӑватлӑ пулнӑ.
23 Хӗрӗх ҫул тултарсан унӑн хӑйӗн тӑванӗсене, Израиль ывӑлӗсене, кайса курас шухӑш кӗнӗ. 24 Унта ҫитсен пӗрне пусмӑрланине курнӑ та ун хутне кӗнӗ. Хур кӑтартнӑшӑн тавӑрса вӑл Египет ҫыннине вӗлернӗ. 25 Турӑ унӑн аллипе ҫӑлӑнӑҫ илсе килнине тӑванӗсем ӑнланӗҫ тесе шухӑшланӑ вӑл, анчах тӑванӗсем ӑнланайман. 26 Тепӗр кунне Моисей еврей ҫынниех еврейпа ҫапӑҫнине курнӑ. Вӑл вӗсене ҫураҫтарма тӑрӑшнӑ. „Эсир тӑвансем-ҫке-ха, – тенӗ Моисей, – мӗншӗн пӗр-пӗрне кӳрентеретӗр?“ 27 Ҫавӑн чухне вӗсенчен пӗри Моисея аяккалла тӗртсе янӑ. „Пирӗн пуҫлӑх, пирӗн судья пулма сана кам ирӗк пачӗ? – тенӗ вӑл. 28 – Ӗнер Египет ҫыннине вӗлернӗ пек мана та вӗлересшӗн мар-и-ха эсӗ?“ 29 Ҫак сӑмахсене илтсен Моисей Мадиам ҫӗрне тарса кайнӑ, ютран пынӑ ҫын пулса пурӑннӑ. Мадиамра унӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ.
30 Хӗрӗхрен иртсен ӑна Синай тӑвӗ ҫумӗнчи пуш хирте, ҫунса тӑракан кӳкен тӗмми ӑшӗнче, Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ курӑннӑ. 31 Ҫакна курсан Моисей питӗ тӗлӗннӗ. Лайӑхрах сӑнас тесе патнерех пырсан вара ӑна Хуҫа Туррӑмӑрӑн сасси илтӗннӗ: 32 „Эпӗ – санӑн мӑн аслаҫусен Турри; Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри“. Моисей, хӑранипе чӗтресе, пуҫне ҫӗклесе пӑхма та хӑяйман. 33 Вара Хуҫа Турӑ ӑна ҫапла каланӑ: „Урунти пушмакна хыв, мӗншӗн тесен эсӗ тӑракан вырӑн – сӑваплӑ ҫӗр. 34 Хамӑн халӑхӑма Египетра пусмӑрланине Эпӗ куратӑп, вӑл йынӑшнине илтетӗп. Эпӗ ӑна хӑтармашкӑн антӑм. Халӗ ӗнтӗ каях, Эпӗ сана Египета яратӑп“. 35 „Сана кам пирӗн пуҫлӑха, пирӗн судьяна лартрӗ?“ – тесе ҫынсем йышӑнман хайхи Моисея, кӳкен тӗмми ӑшӗнче ӑна курӑннӑ ангел урлӑ, Турӑ пуҫлӑх тата хӑтаракан туса янӑ. 36 Ҫав Моисей халӑха Египетран илсе тухнӑ. Вӑл Египетра, Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче тата хӗрӗх ҫула яхӑн пуш хирте, тӗрлӗрен паллӑсемпе хӑватсем кӑтартнӑ. 37 Шӑпах ҫав Моисей Израиль ҫыннисене каланӑ: „Мана пророка кӑларнӑ пекех Хуҫа Туррӑр сирӗн валли хӑвӑр хушшӑртанах Пророк кӑларӗ. Ӑна итлӗр“. 38 Шӑпах ҫав Моисей пушӑ хирте пуҫтарӑннӑ мӑн асаттемӗрсемпе пӗрле пулнӑ. Пире пӗлтермешкӗн вӑл Синай тӑвӗ ҫинче ангелран чӗрӗлӗх сӑмахӗсене илнӗ. 39 Анчах мӑн асаттемӗрсем ӑна итлемен, чун-чӗрипе йышӑнман. Вӗсем каялла Египета тавӑрӑнасшӑн пулнӑ. 40 Ҫавӑнпа вӗсем Аарона каланӑ: „Пире хамӑра ертсе пыракан турӑсем туса парсамччӗ. Мӗншӗн тесен хамӑра Египетран илсе тухнӑ Моисея мӗн пулнине эпир пӗлместпӗр“. 41 Ҫавӑн чухне вӗсем, пӑру евӗрлӗ кӗлетке туса, ӑна чӳкленӗ. Унтан, хӑйсем мӗн тунине курса, савӑнса уявланӑ. 42 Турӑ вара вӗсене пӑрахнӑ, тӳпери хӑватсене пуҫҫапма та чарман. Пророксен кӗнекинчех ун пирки ҫапла ҫырнӑ: „Эй, Израиль йӑхӗ! Пуш хирте хӗрӗх ҫул хушшинче эсир Маншӑн выльӑх пусрӑр-и, парнелӗхе кӳтӗр-и? Пусмарӑр. 43 Эсир хӑвӑрпа пӗрле Молоха кӗлтумалли чатӑра, хӑвӑрӑн Ремфан туррӑр ҫӑлтӑрне илсе ҫӳрерӗр. Пуҫҫапса пурӑнмашкӑн эсир хӑвӑр валли хӑвӑр кӗлеткесем турӑр, ҫавӑнпа Эпӗ сире Вавилонран та аяккарах куҫарса ярӑп“.
44 Пирӗн мӑн асаттесен пуш хирте кӗлӗ тумалли пуху чатӑрӗ пулнӑ. Ҫав чатӑра епле тумаллине Моисея Турӑ каланӑ, ӑна тӗслӗхне те кӑтартнӑ. 45 Мӑн асаттесем ҫав чатӑра Иисус Навин ертсе пынипе ҫӗнӗ ҫӗрсем ҫине куҫарнӑ. Унта урӑх халӑхсем пурӑннӑ пулнӑ, Турӑ вӗсене мӑн асаттесен куҫӗ умӗнчех хӑваласа янӑ. Чатӑрӗ вара ҫавӑнта Давид вӑхӑтӗчченех ларнӑ. 46 Давид Турӑ умӗнче тивлетлӗ пулнӑ, Иаков Турри валли ҫурт тӑвасчӗ тесе кӗлтунӑ. 47 Соломон вара Ун валли ҫурт туса лартнӑ. 48 Анчах та, пророк каланӑ пек, Ҫӳлти Турӑ ҫын тунӑ ҫуртра пурӑнмасть. Пророк ҫапла каланӑ: 49 „Манӑн престол – тӳпе, Манӑн ура айӗ – ҫӗр. Ман валли эсир мӗнле ҫурт туса парайӑр? – тет Хуҫа Туррӑмӑр. – Эпӗ канас вырӑна ӑҫта тӑвайӑр? 50 Мӗн пуррине йӑлтах Манӑн аллӑм пултарман-им вара?“ 51 Эй, эсир, кутӑн ҫынсем! Уҫӑлман чун-чӗреллӗ, мӑкланнӑ хӑлхаллӑ ҫынсем! Эсир, мӑн аслаҫӑрсем пекех, яланах Святой Сывлӑша хирӗҫлетӗр. 52 Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем пророксенчен хӑшне хӗсӗрлемен? Тӳрӗлӗхли килессине малтанах каласа хунӑ пророксене вӗсем вӗлернӗ. Халӗ эсир Ӑна Хӑйне тытса парса вӗлертӗр! 53 Ангелсем пулӑшнипе сире саккун панӑччӗ, анчах эсир вӑл саккуна пӑхӑнас темерӗр».
Стефана вӗлерни
54 Ҫак сӑмахсене илтсен синедрионра ларакансем урсах кайнӑ, шӑлӗсене шатӑртаттара пуҫланӑ. 55 Чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑ Стефан вара ҫӳлелле пӑхнӑ та Туррӑн мухтавлӑхне тата Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Иисуса курнӑ. 56 Вӑл вара каланӑ: «Авӑ, эпӗ тӳпе уҫӑлса кайнине тата Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Этем Ывӑлне куратӑп». 57 Ҫакна илтсен тарӑхса-кӑшкӑрашса, Стефан сӑмахӗсене итлес мар тесе хӑлхисене хупласа пурте ун ҫине сиксе ӳкнӗ. 58 Унтан ӑна хуларан илсе тухнӑ та чулпа пере-пере вӗлере пуҫланӑ. Айӑп кӑтартакансем хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене Савл ятлӑ ҫамрӑк ури умне хывса хунӑ та 59 Стефана чулпа пеме пуҫланӑ. «Эй, Иисус Хуҫамӑр! Ман чунӑма йышӑнсам!» – тесе кӗлтунӑ Стефан. 60 Унтан, чӗркуҫленсе ларса, кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑҫӑм, вӗсен ҫак ҫылӑхне шута ан илсем!» Ҫапла каласанах вӑл вилсе кайнӑ.
8Христоса ӗненекенсене хӗсӗрлени
1 Стефана вӗлернине Савл ырланӑ. Ҫав кунсенче Иерусалимри ӗненекен ушкӑна питӗ хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Апостолсемсӗр пуҫне ытти ӗненекенсем пурте Иудейӑпа Самарири тӗрлӗ ҫӗрсене тарса, сапаланса пӗтнӗ. 2 Ырӑ ҫынсем вара хӑйсем хисепленӗ Стефана пытарнӑ, уншӑн кулянса питӗ хытӑ йӗнӗ. 3 Савл килрен-киле ҫӳренӗ, арҫынсемпе хӗрарӑмсене сӗтӗре-сӗтӗре тухса тӗрмене хуптарнӑ. Ҫапла вӑл ӗненекен ушкӑна тӗп тума тӑрӑшнӑ. 4 Тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ ӗненекенсем ҫав хушӑра Турӑ сӑмахне вӗрентсе ҫӳренӗ.
Филипп Самарире вӗрентсе ҫӳрени
5 Ҫапла Филипп Самарири пӗр хулана пынӑ та унта Христос ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. 6 Филипп кӑтартакан хӑватсене курса-илтсе халӑх унӑн вӗрентӗвне пӗр кӑмӑллӑн тӑнланӑ. 7 Мӗншӗн тесен усал ернӗ чылай ҫын ӑшӗнчен усал сывлӑшсем кӑшкӑра-кӑшкӑра тухса тарнӑ, паралич ҫапнисем тата уксах-чӑлахсем сывалнӑ. 8 Хула халӑхӗ савӑнмаллипех савӑннӑ.
9 Ҫав хулара Симон ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ, хӑйне вӑл темӗнле аслӑ ҫын вырӑннех хунӑ. Ҫавскер тухатса-асамласа Самари халӑхне тӗлӗнтерсе пурӑннӑ. 10 Пӗчӗккисенчен пуҫласа ҫитӗннисем таранах – пурте ӑна итленӗ. «Ку ҫынра Турӑ хӑвачӗ пур», – тесе калаҫнӑ вӗсем. 11 Тахҫантанпах хӑйӗн тухатӑвӗсемпе тӗлӗнтернӗрен халӑх унӑн сӑмахӗсене тимлесе итленӗ. 12 Анчах та Филипп Турӑ Патшалӑхӗпе Иисус ячӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернине илтсен арҫынсем те, хӗрарӑмсем те унӑн ӳкӗтне ӗненсе шыва кӗнӗ. 13 Симон хӑй те ӗненме пуҫланӑ. Шыва кӗрсен вара Филипран хӑпмасӑрах ҫӳренӗ. Филипп кӑтартакан аслӑ хӑватсемпе паллӑсене хӑй куҫӗпе хӑй курса Симон питӗ тӗлӗннӗ. 14 Самари ҫыннисем Турӑ сӑмахне йышӑннине илтсен, Иерусалимри апостолсем вӗсем патне Петрпа Иоана янӑ. 15 Кусем пынӑ та, Самари ҫыннисем те Святой Сывлӑш илччӗр тесе, вӗсемшӗн кӗлтунӑ. 16 Мӗншӗн тесен вӗсенчен пӗрин ҫине те Святой Сывлӑш анман пулнӑ-ха, вӗсене Иисус Хуҫамӑр ячӗпе шыва ҫеҫ кӗртнӗ пулнӑ. 17 Петрпа Иоанн вӗсем ҫине аллисене хурсан тин вӗсен чун-чӗрисем Святой Сывлӑшпа тулнӑ. 18 Апостолсем алӑ хунипе Святой Сывлӑш аннине курсан, Симон вӗсем патне укҫа илсе пынӑ. 19 «Ку хӑвата мана та парӑр-ха, – тенӗ вӑл. – Эпӗ алӑ хунӑ ҫын та Святой Сывлӑш илме пултартӑрччӗ». 20 Анчах та Петр ӑна ҫапла каланӑ: «Турӑ тивлетне укҫалла илме пулать тесе шутлатӑн пулсан, хӑвӑн укҫу хӑвӑнпах пӗттӗр. 21 Турӑ умӗнче санӑн чун-чӗрӳ таса мар-ха, ҫавӑнпа та эпир тӑвакан ӗҫе тума санӑн пай та, тивӗҫ те ҫук. 22 Ӗнтӗ ҫак ҫылӑхунтан ӳкӗн те Турра кӗлту, вара, тен, чун-чӗрӳнти йӑнӑш шухӑшу каҫарӑнӗ. 23 Мӗншӗн тесен чуну ват йӳҫҫипе тулнине, усаллӑх тыткӑнне лекнине эпӗ курсах тӑратӑп». 24 Симон вара ҫапла хуравланӑ: «Хӑвӑр каланисем мана ан ҫитчӗр тесе, эсир маншӑн та Хуҫамӑра кӗлтусамӑрччӗ». 25 Апостолсем вара Хуҫамӑр сӑмахне ҫирӗплетсе пӗлтерсе, вӗрентсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн каллех Иерусалима тавӑрӑннӑ. Ҫула май Самари тӑрӑхӗнчи ялсенче те Ырӑ Хыпара ӳкӗтлесе вӗрентнӗ.
Филиппа Эфиопи улпучӗ
26 Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ Филипа каланӑ: «Тӑр та кӑнтӑралла кай. Унтан Иерусалимран Газӑна каякан пушӑ ҫул ҫине тух». 27 Филипп ҫапла тунӑ та. Ҫул ҫинче вӑл пӗр Эфиопи улпутне, евнуха, тӗл пулнӑ. Ҫав улпут Эфиопири Кандакия ятлӑ хӗрарӑм патшан пӗтӗм пуянлӑхне пӑхса тӑраканӗ пулнӑ. Вӑл Иерусалима Турра пуҫҫапма кайнӑ пулнӑ. 28 Каялла вӑл хӑйӗн урапипех тавӑрӑннӑ. Ларса пынӑ ҫӗртех вӑл Исаия пророк кӗнекине вуласа пынӑ. 29 «Ҫак урапапа юнашар ут», – тенӗ Святой Сывлӑш Филипа. 30 Вӑл урапа патне пынӑ та хайхи Эфиопи ҫынни Исаия пророк кӗнекине сасӑпах вуланине илтнӗ. «Ху мӗн вуланине ӑнланатӑн-и эсӗ?» – тесе ыйтнӑ унран Филипп. 31 «Никам та ӑнлантарса памасӑр епле ӑнланаям?» – тавӑрнӑ лешӗ. Унтан вӑл Филипа хӑйпе юнашар урапа ҫине ларма сӗннӗ. 32 Ҫырнинче вӑл вулакан вырӑн ҫакӑ пулнӑ: „Ӑна сурӑха пусма илсе пынӑ пек илсе пынӑ. Вӑл, ҫӑмне касакан умӗнче сассӑр выртакан путек пек, ним те шарламан. 33 Ӑна, мӗскӗнлетсе, тӗрӗс суд та туман. Унӑн йӑхӗ-тӑхӑмӗ пирки вара кам тата мӗн калайӗ? Унӑн пурӑнӑҫӗ ҫӗр ҫинчен илӗннӗ ӗнтӗ“. 34 «Кала-ха, ҫакӑнта пророк кам ҫинчен каланӑ: хӑй ҫинчен-и е урӑххи ҫинчен?» – ыйтнӑ Филипран евнух. 35 Вара Филипп ӑна Ҫырнинчи ҫак вырӑна ӑнлантарса пама пуҫланӑ та Иисус ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ. 36 Ҫапла малалла кайса вӗсем пӗр юхан шыв хӗррине ҫитнӗ. «Кур-ха, – тенӗ евнух, – акӑ шыв. Мана тӗне кӗме юрать-и?» 37 «Пӗтӗм чун-чӗрӳнтен ӗненетӗн пулсан, юрать», – тавӑрнӑ ӑна Филипп. Лешӗ вара каланӑ: «Иисус Христос Турӑ Ывӑлӗ пулнине ӗненетӗп ». 38 Вара вӑл кӳмине чарма хушнӑ. Унтан Филиппа евнух иккӗшӗ те шыв хӗррине аннӑ та, Филипп ӑна тӗне кӗртнӗ. 39 Вӗсем шывран тухсанах евнух ҫине Святой Сывлӑш аннӑ, Филипа вара Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ ҫавӑнтан илсе кайнӑ та вӑл евнуха курӑнми пулнӑ. Унтан евнух савӑна-савӑна малалла ҫул тытнӑ. 40 Филипп пӑхать те – хӑй Азот хулинче иккен. Вара вӑл Кесарине ҫитичченех ҫула май ҫывӑхри хуласенче Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ.
9Савл Иисуса ӗненме пуҫлани
1 Хуҫамӑрӑн вӗренекенӗсене чун-чӗререн курайманнипе, вӗлерме те хатӗр пулнипе Савл аслӑ священник патне пынӑ. 2 Вара унран Дамаскри синагогӑсенче кӑтартма ҫырусем ыйтса илнӗ. Ҫав ҫырусем Савла Иисус вӗрентӗвӗ хыҫҫӑн каякансене, арҫынӗсемпе хӗрарӑмӗсене те, йӗрлесе тупма, вӗсене сӑнчӑрласа Иерусалима илсе пыма ирӗк панӑ. 3 Анчах та ҫул ҫинче, Дамаска ҫитесси инҫех те мар юлсан, ӑна сасартӑк тӳперен ҫутӑ ҫутатса янӑ. 4 Вӑл ҫӗре ӳкнӗ. Унтан ӑна: «Эй, Савл, Савл! Эсӗ мӗншӗн Мана хӗсӗрлетӗн?» – текен сасӑ илтӗннӗ. 5 «Кам пултӑн Эсӗ?» – тенӗ вӑл. Хуҫамӑр ӑна хирӗҫ тавӑрнӑ: «Эпӗ – эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. Ҫӗнме ҫук вӑя хирӗҫ ан пыр, хӑвнах йывӑр пулӗ». «Турӑҫӑм, мӗн тума хушатӑн мана?» – ыйтнӑ чӗтресе-хӑраса ӳкнипе Савл. «Тӑр та хулана кай, мӗн тумаллине сана унта калӗҫ», – тенӗ ӑна Хуҫамӑр. 7 Савлпа пӗрле пыракан ҫынсем никам курӑнмасӑрах сасӑ илтӗннӗрен шак хытса кайнӑ. 8 Унтан Савл ура ҫине тӑнӑ, анчах куҫӗсем уҫах пулин те, нимӗн те курман. Вара ӑна Дамаска аллинчен ҫавӑтса илсе кайнӑ. 9 Виҫӗ кун хушши вӑл нимӗн те курман; ҫимен те, ӗҫмен те.
10 Дамаскра Анания ятлӑ пӗр ӗненекен пурӑннӑ. «Анания», – тенӗ ӑна Хуҫамӑр куҫа курӑнса. «Турӑҫӑм, эпӗ Санӑн умӑнта», – тенӗ вӑл. 11 Хуҫамӑр ӑна ҫапла каланӑ: «Тӑр та Тӳрӗ урама кай. Ҫав урамри Иуда килӗнче Савл ятлӑ Тарс ҫыннине ыйт. Вӑл халӗ кӗлтӑвать. 12 Хӑй патне Анания ятлӑ пӗр ҫын пырасси, ҫав ҫын алӑ хурсассӑн тин куҫӗ куракан пуласси ӑна ӗнтӗ курӑнчӗ». 13 «Турӑҫӑм! – тенӗ Анания, – эпӗ Савл ҫинчен, вӑл Иерусалимри Санӑн сӑваплӑ ҫыннусене мӗн чухлӗ усал туни ҫинчен нумай ҫынран илтнӗ. 14 Кунта та вӑл аслӑ священниксенчен ҫыру илсе килнӗ. Ҫав хут тӑрӑх, Санӑн ятна асӑнакансене тытса ҫыхмашкӑн унӑн ирӗк пур». 15 Анчах та Хуҫамӑр ӑна каланӑ: «Каях, вӑл ҫын – Эпӗ суйласа илнӗскер. Вӑл Манӑн ятӑма ытти халӑхсене, патшасене, Израиль ҫыннисене пӗлтерекен пулӗ. 16 Эпӗ Хамах ӑна Ман ятӑмшӑн мӗн чухлӗ асап тӳсмеллине те кӑтартӑп». 17 Анания хӑйне каланӑ ҫурта кайса шыраса тупнӑ. «Савл тӑванӑм! – тенӗ вӑл пӳрте кӗрсен, ун ҫине аллине хурса. – Эсӗ ҫулпа пынӑ чух сана курӑннӑ Иисус Хуҫамӑр санӑн куҫна уҫма тата чун-чӗрӳне Святой Сывлӑшпа тултарма мана ячӗ». 18 Ҫавӑнтах, темле каркӑҫ сирӗлнӗ пекех, унӑн куҫӗсем куракан пулнӑ. Ҫав кун вара Савл тӗне кӗнӗ. 19 Ҫинӗ хыҫҫӑн ӑна вӑй та кӗнӗ.
Савл Дамаскра вӗрентни
Вӗренекенсемпе пӗрле Савл Дамаскра темиҫе кун пурӑннӑ. 20 Вӑл тӳрех синагогӑсенче Иисус вӑл – Турӑ Ывӑлӗ тесе вӗрентме пуҫланӑ. 21 Итлекенсем вара пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе каланӑ: «Иисус ятне асӑнакансене Иерусалимра хӗсӗрлекенни ҫак ҫын мар-и вара? Вӑл кунта та вӗсене тытса ҫыхса аслӑ священник патне илсе кайма килменччӗ-им?» 22 Савлӑн ӗненӗвӗ ҫирӗпленнӗҫемӗн ҫирӗпленсе пынӑ. Вӑл ҫине тӑрсах Иисус – Турӑ Суйласа илни тесе вӗрентнӗ, Дамаскри иудейсем ӑна нимӗнпе те хирӗҫлеме пултарайман. 23 Тепӗртакран иудейсем Савла вӗлерме кавар тунӑ. 24 Вӗсем ӑна вӗлерес тесе кунӗн-ҫӗрӗн хапха умӗнче сыхласа тӑнӑ. Анчах та Савл вӗсен шухӑшне пӗлнӗ. 25 Иисус вӗренекенӗсем ӑна ҫӗрле хула хӳми тӑрӑх лӑпӑ ҫине лартса антарнӑ.
Савл Иерусалимра
26 Дамаскран кайсан Савл Иерусалима пынӑ. Унта вӑл Иисус вӗренекенӗсемпе ҫывӑхланасшӑн тӑрӑшнӑ, анчах та пурте унран хӑранӑ, вӑл чӑнах та Христос вӗренекенӗ пулнине шанман. 27 Варнава вара ӑна апостолсем патне ҫавӑтса пынӑ. Вӑл Савла ҫул ҫинче Хуҫамӑр курӑннине те, Хуҫамӑр ӑна мӗн каланине те, Иисус ячӗпе Савл Дамаскра епле хӑюллӑн ӳкӗтлесе вӗрентнине те вӗсене каласа кӑтартнӑ. 28 Вара Савл вӗренекенсемпе хутшӑнса пурӑннӑ. Вӑл Иерусалимра Иисус Хуҫамӑр ҫинчен уҫҫӑнах, хӑюллӑн вӗрентсе ҫӳренӗ. 29 Савл грекланнӑ еврейсемпе те калаҫнӑ, тавлашнӑ. Лешсем ӑна вӗлересшӗн те пулнӑ. 30 Ҫавна пӗлсен ӗненекен тӑванӗсем ӑна Кесарине янӑ, унтан Тарса ӑсатнӑ.
31 Пӗтӗм Иудейӑри, Галилейӑри, Самарири ӗненекен ушкӑнсемшӗн лӑпкӑ пурӑнӑҫ пуҫланнӑ. Ӗненекенсем Турӑ сӑмахне вӗренсе, Хуҫа Турӑран хӑраса пурӑннӑ. Святой Сывлӑш хастарлӑх панипе вӗсен йышӗ ӳссех пынӑ.
Энея сыватни
32 Ӗненекен ушкӑнсене кайса ҫӳренӗ чухне пӗррехинче Петрӑн Лиддӑри ӗненекенсем патне ҫитсе курма тӳр килнӗ. 33 Ҫавӑнта сакӑр ҫул хушши вырӑнпа выртакан, паралич ҫапнӑ Эней ятлӑ пӗр ҫын пулнӑ. 34 «Эней, вырӑну ҫинчен тӑр, сана Иисус Христос сыватать», – тенӗ ӑна Петр. Вӑл вара ҫав самантрах ура ҫине тӑнӑ. 35 Лидда хулипе Сарон айлӑмӗнче пурӑнакансем пурте сывалнӑ ҫынна курнӑ, вара Хуҫа Туррӑмӑра ӗненме пуҫланӑ.
Тавифа
36 Иоппире Тавифа ятлӑ пӗр хӗрарӑм, Иисус вӗренекенӗ, пурӑннӑ. Тавифа тени «хир качаки» тени пулать. Ҫав хӗрарӑм яланах ырӑ тума тӑрӑшнӑ, чухӑнсене пулӑшнӑ. 37 Анчах пӗррехинче Тавифа хытӑ чирлесе ӳкнӗ те вилсе кайнӑ. Ӑна вара ҫуса хӑтлӑ пӳлӗме хунӑ. 38 Петр апостол ун чухне Лиддӑра пулнӑ. Лидда Иоппирен инҫех пулман пирки ӗненекенсем Петр патне икӗ ҫынна янӑ, вӗсем ӑна хӑвӑртрах хӑйсем патне пыма чӗннӗ. 39 Петр вӗсемпе пӗрлех кайнӑ. Ҫитсенех ӑна хӑтлӑ пӳлӗме илсе кӗнӗ. Куҫҫульленнӗ тӑлӑх арӑмсем Тавифа хӑйсем валли ҫӗленӗ кӗпе-тумтире Петра кӑтартма пуҫланӑ. 40 Петр пурне те пӳлӗмрен тухма хушнӑ та чӗркуҫленсе ларса кӗлтунӑ. Унтан вӑл вилнӗ хӗрарӑм енне ҫавӑрӑнса каланӑ: «Тавифа, тӑр!» Вара хайхи хӗрарӑм куҫне уҫнӑ та, Петра курсан, тӑрса ларнӑ. 41 Петр ӑна аллинчен тытса ура ҫине тӑма пулӑшнӑ. Кайран вӑл ӗненекен тӑвансемпе тӑлӑх арӑмсене кӗме хушнӑ, лешсем кӗнӗ те чӗрӗ-сывӑ Тавифӑна курнӑ. 42 Ҫакӑн ҫинчен пӗтӗм Иоппире сӑмах сарӑлнӑ, вара чылайӑшӗ Хуҫамӑра ӗненме пуҫланӑ. 43 Петр Иоппире, тир тӑвакан Симон ятлӑ пӗр ҫын патӗнче, самаях пурӑннӑ.
10Петрпа Корнилий
1 Кесарире тӑракан Итали полкӗ текен полкра Корнилий ятлӑ пӗр ҫӗрпӳ пулнӑ. 2 Вӑл хӑй те, унӑн кил-йышӗ те Турра хисеплесе, Турӑран хӑраса пурӑннӑ. Корнилий халӑхшӑн нумай ырӑ ӗҫ тунӑ, тӑтӑшах Турра кӗлтунӑ. 3 Пӗррехинче, кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлнелле, ӑна уҫҫӑнах Туррӑн ангелӗ курӑннӑ. Ангел ун патне пынӑ та: «Корнилий!» – тенӗ. 4 Ӑна курсан Корнилий хӑраса каланӑ: «Мӗн-ши, ырӑ ҫыннӑм?» Ангел ӑна каланӑ: «Турӑ санӑн кӗллӳне те, эсӗ чухӑнсене пулӑшнине те асӑрхарӗ. 5 Халӗ вара Петр текен Симона чӗнме Иоппине ҫынсем яр. 6 Вӑл тир тӑвакан Симон ятлӑ пӗр ҫын патӗнче, тинӗс хӗрринчи ҫуртра, хӑна пулса пурӑнать. Петр сана та, кил-йышна та ҫӑлӑнӑҫ сӑмахӗсем калӗ ». 7 Хӑйпе калаҫнӑ ангел курӑнми пулсан, Корнилий икӗ тарҫине тата шанчӑклӑ, Турра хисеплекен хӑйӗн пӗр салтакне чӗнсе илнӗ. 8 Вара, мӗн пулса иртнине йӑлтах каласа кӑтартса, вӗсене Иоппине янӑ.
Петра курӑнни
9 Тепӗр кунне, хайхи тарҫӑсемпе салтак хула патне ҫывхарнӑ чухне, Петр кӑнтӑрлахи кӗлӗ тума хӑтлӑ пӳлӗме хӑпарнӑ. 10 Ҫавӑнта вӑл хырӑм выҫҫине туйса илнӗ, унӑн ҫиес килсе кайнӑ. Апат хатӗрленӗ вӑхӑтра вӑл питӗ хавхаланса кайнӑ та 11 сасартӑк тӳпе яри уҫӑлнине курнӑ. Ҫав уҫӑлӑхран ҫӗр ҫине, ун пуҫӗ тӗлнелле, тӑватӑ кӗтессинчен ҫыхнӑ сарлака пир евӗрлӗ темӗнле япала анса-анса пынӑ. 12 Унӑн ӑшӗнче ҫӗр ҫинчи тӗрлӗрен тӑватӑ ураллӑ чӗр чун, тискер кайӑк, ҫӗлен-калта, вӗҫен кайӑк пулнӑ. 13 Унтан ӑна ҫакнашкал сасӑ илтӗннӗ: «Петр, тӑр та ҫаксене пусса ҫи». 14 Анчах та Петр: «Ҫук-ҫук, Турӑҫӑм! Ирсӗррине, таса маррине эпӗ нихӑҫан та нимӗн те ҫимен», – тенӗ. 15 Вара сасӑ татах тепӗр хут илтӗннӗ: «Турӑ тасатнине эсӗ таса мара ан хур». 16 Ҫапла виҫӗ хутчен пулнӑ, унтан ҫав япала каллех тӳпене ҫӗкленнӗ.
17 Кунашкал курӑну мӗне пӗлтерет-ши тесе аптӑраса, Петр шухӑша путнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра Корнилий янӑ хайхи ҫынсем, Симон ҫурчӗн тӗлне ыйтса пӗлсе, хапхи умне пырса тӑнӑ. 18 «Петр текен Симон ҫакӑнта-и?» – хыттӑн ыйтнӑ вӗсем. 19 Петр ҫаплах курӑну пирки шухӑшласа тӑнӑ. Ҫав хушӑра Сывлӑш ӑна каланӑ: «Симон, сана виҫҫӗн шыраҫҫӗ, 20 тӑр та вӗсем патне ан. Вӗсемпе пӗрле ним иккӗленмесӗрех кай, мӗншӗн тесен вӗсене Эпӗ ятӑм». 21 «Эсир шыраканни эпӗ-ха вӑл, – тенӗ ансан Петр ҫав ҫынсене. – Эсир мӗн ҫӑмӑлпа килсеччӗ?» 22 Лешсем вара ҫапла каланӑ: «Ырӑ ӗҫсем туса, Турӑран хӑраса пурӑнакан, пӗтӗм Иудея халӑхӗ сума сӑвакан ҫӗрпӗве, Корнилие, святой ангел курӑннӑ. Ҫав ангел сана Корнилий патне чӗнсе пыма, санӑн сӑмахна итлеме хушнӑ». 23 Вара Петр вӗсене чӗнсе кӗртнӗ те хӑна тунӑ.
Тепӗр кунне, тӑрсанах, Петр ҫав ҫынсемпе кайнӑ. Иоппири хӑш-пӗр ӗненекен тӑвансем те вӗсемпе пӗрле кайнӑ.
Петр Корнилий патӗнче
24 Кесарине вӗсем тепӗр куннех ҫитнӗ. Корнилий, хӑйӗн тӑванӗ-хурӑнташӗсене, ҫывӑх тус-юлташӗсене пуҫтарса, вӗсене кӗтсе тӑнӑ. 25 Петр пырса кӗнӗ чухне Корнилий ӑна хирӗҫ тухса кӗтсе илнӗ, ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ. 26 Петр ӑна тытса тӑратнӑ та ҫапла каланӑ: «Тӑрах, тӑр, эпӗ санашкал ҫынах-иҫ». 27 Корнилийпе калаҫкаласа вӑл пӳрте кӗнӗ, унта ӗнтӗ туллиех ҫын пухӑннӑ. 28 «Пӗлетӗр ӗнтӗ, – тенӗ вӗсене Петр, – пирӗн саккунпа иудейӑн ют халӑх ҫыннипе хутшӑнма та, унӑн кил-ҫуртне кӗме те юрамасть. Анчах та Турӑ мана пӗр ҫынна та ирсӗре е таса мара хума юраманнине уҫса пачӗ. 29 Ҫавӑнпа та, чӗнсен, эпӗ пӗр сӑмахсӑрах килме килӗшрӗм. Халӗ ӗнтӗ ыйтам-ха: мӗн ҫӑмӑлпа чӗнтӗр эсир мана?» 30 Корнилий ҫапла каланӑ: «Тӑватӑм кун ҫак вӑхӑталла эпӗ килте типӗ тытаттӑм. Кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетсенче, кӗлтунӑ чухне, сасартӑк ман ума ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ ҫын пырса тӑчӗ те 31 каларӗ: „Корнилий, Турӑ санӑн кӗллӳне илтрӗ, эсӗ чухӑнсене пулӑшнине асӑрхарӗ. 32 Халӗ вара Петр текен Симона чӗнме Иоппине ҫынсем яр. Вӑл тир тӑвакан Симон ятлӑ пӗр ҫын патӗнче, тинӗс хӗрринчи ҫуртра, хӑна пулса пурӑнать. Вӑл килсе сана каласа парӗ“. 33 Эпӗ ҫавӑнтах сан патна ҫынсем ятӑм. Эсӗ килни аван пулчӗ. Турӑ сана мӗн хушнине йӑлтах итлесчӗ тесе эпир халӗ пурте Турӑ умӗнче тӑратпӑр». 34 Петр ҫӑвар уҫса ҫапла каланӑ: «Турӑ ҫынна кам пулнине кура хакламаннине эпӗ чӑнахах куртӑм. 35 Турӑ сумлӑхӗнчен хӑракан, чӑнлӑхпа пурӑнакан кирек мӗнле халӑх ҫыннине те Турӑ кӑмӑллать. 36 Турӑ Израиль ывӑлӗсене Иисус Христос урлӑ канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар янӑ. Ҫав Иисус Христос – пуриншӗн те Хуҫамӑр. 37 Иоанн шыва кӗме ӳкӗтлесе вӗрентнӗренпе Галилейӑран пуҫласа пӗтӗм Иудейӑра мӗн-мӗн пулса иртнине эсир пӗлетӗр. 38 Турӑ Назаретри Иисуса суйласа илсе Святой Сывлӑш тата вӑй-хӑват пачӗ. Вӑл пур ҫӗрте те ырӑ ӗҫсем туса, усал ернисене сыватса ҫӳрерӗ, мӗншӗн тесен Турӑ Унпа пӗрле пулчӗ. 39 Эпир – Вӑл Иудея ҫӗрӗнче тата Иерусалимра мӗн-мӗн тунине курса ҫирӗплетекенсем. Юлашкинчен иудейсем Ӑна йывӑҫ хӗрес ҫине пӑталаса вӗлерчӗҫ. 40 Турӑ Ӑна виҫҫӗмӗш кунне чӗртсе тӑратрӗ, ҫынсене курӑнмалла турӗ. 41 Анчах Вӑл пур ҫынна та курӑнмарӗ, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерме Турӑ малтанах суйласа илнӗ ҫынсене – пире анчах курӑнчӗ. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсассӑн эпир Унпа пӗрле ӗҫсе ҫирӗмӗр. 42 Иисус пире ҫынсене вӗрентсе ҫӳреме хушрӗ. Чӗррисене те, вилнисене те Турӑ хушнипе Суд тӑваканӗ Хӑй иккенне ҫирӗплетсе пӗлтерме каларӗ. 43 Ӑна ӗненекенсен Унӑн ячӗпе ҫылӑхӗсем каҫарӑнассине мӗн пур пророксем те ҫирӗплетсе каланӑ». 44 Петр ҫак сӑмахсене каласа тӑнӑ хушӑрах вӑл вӗрентнине итлесе тӑракан мӗн пур ҫын ҫине Святой Сывлӑш аннӑ. 45 Святой Сывлӑш тивлечӗ урӑх халӑх ҫыннисем ҫине те аннӑ. Ҫавна курсан Петрпа пӗрле унта пынӑ ӳт кастарнӑ ӗненекенсем тӗлӗнсех кайнӑ. 46 Мӗншӗн тесен лешсем унччен хӑйсем пӗлмен чӗлхесемпе Турра мухтанине вӗсем илтнӗ. Вара Петр каланӑ: 47 «Хамӑр пекех Святой Сывлӑш илнӗ ҫынсене шывпа тӗне кӗртме кам чарма пултарӗ?» 48 Вӑл вара вӗсене Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗме хушнӑ. Унтан кил хуҫисем Петра хӑйсем патӗнче тата темиҫе кунлӑха юлма ыйтнӑ.
11Петр Иерусалимри ӗненекенсем патӗнче
1 Урӑх халӑх ҫыннисем те Турӑ сӑмахне йышӑннине Иудейӑри апостолсемпе ӗненекен тӑвансем илтнӗ. 2 Вара, Петр Иерусалима пырсан, ӳт кастарнисем ӑна ӳпкелеме тытӑннӑ. 3 «Эсӗ ӳт кастарманнисемпе хутшӑнтӑн, вӗсемпе пӗрле ӗҫсе ҫирӗн», – тенӗ вӗсем. 4 Петр вӗсене мӗн пулса иртнине йӗркипе ӑнлантарса пама пуҫланӑ: 5 «Эпӗ Иоппи хулинче кӗлтӑваттӑм. Ҫавӑн чухне тӑнран кайнӑ пек пултӑм. Сасартӑк тӳперен тӑватӑ кӗтессинчен ҫыхнӑ сарлака пир евӗрлӗ темӗнле япала аннине куртӑм. Вӑл ман тӗлех анчӗ. 6 Эпӗ ун ӑшне сӑнарах пӑхрӑм та унта ҫӗр ҫинчи тӑватӑ ураллӑ чӗр чунсем, тискер кайӑксем, ҫӗлен-калтасем, вӗҫен кайӑксем пуррине асӑрхарӑм. 7 Унтан мана „Петр, тӑр та ҫаксене пусса ҫи“ текен сасӑ илтӗнчӗ. 8 „Ҫук-ҫук, Турӑҫӑм! – терӗм вара эпӗ. – Ирсӗррине, таса маррине эпӗ нихӑҫан та нимӗн те ҫимен“. 9 „Турӑ тасатнине эсӗ таса мара ан хур“, – терӗ вара мана сасӑ тепӗр хут. 10 Виҫӗ хут ҫапла пулчӗ, унтан каллех пӗтӗмпе пӗлӗте ҫӗкленсе кайрӗ. 11 Шӑп ҫав самантра эпӗ пурӑнакан ҫурт умне Кесарирен ман патӑма янӑ виҫӗ ҫын пырса та тӑнӑ. 12 Сывлӑш мана пӗр иккӗленмесӗрех вӗсемпе пӗрле кайма хушрӗ. Ҫак ӗненекен ултӑ тӑванӑм та манпа пӗрле пулчӗҫ, эпир вара хама чӗннӗ ҫын килне кайрӑмӑр. 13 Вӑл пире хӑй килӗнчех святой ангела курни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Курӑнсассӑн ангел ҫапла каланӑ пулнӑ: „Петр текен Симона чӗнме Иоппине ҫынсем яр. 14 Вӑл сана сӑмахсем калӗ, ҫав сӑмахсемпе ху та, пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ“. 15 Кайран, эпӗ калаҫа пуҫласан, маларах хамӑр ҫине аннӑ пекех, вӗсем ҫине те Святой Сывлӑш анчӗ. 16 Ҫавӑн чухне эпӗ Хуҫамӑр сӑмахне аса илтӗм. „Иоанн шывпа тӗне кӗртнӗ, сире вара Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртӗҫ“, – тенӗччӗ Вӑл. 17 Ҫапла ӗнтӗ пире, Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненекенсене, панӑ тивлетех Турӑ вӗсене те парать пулсан, Турра чӑрмав тума камах вара эпӗ?» 18 Ҫакна итлесе пӗтерсен вӗсем лӑпланнӑ. «Чӗрӗлӗх илмешкӗн Турӑ урӑх халӑхсене те ӳкӗнмелле тунӑ курӑнать», – тенӗ вара вӗсем Турра мухтаса.
Антиохири чиркӳ
19 Стефана вӗлернӗ вӑхӑтранпах хӗсӗрленӗ пирки тарса-саланса кайнӑ ӗненекенсем Финики таранах, Кипрпа Антиохи таранах ҫитнӗ. Вӗсем Турӑ сӑмахне иудейсемсӗр пуҫне урӑх никама та вӗрентмен. 20 Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри Кипрпа Киринея ҫыннисем пулнӑ. Антиохине пырсан ҫавсем Иисус Хуҫамӑрӑн Ырӑ Хыпарне грексене те каласа кӑтартнӑ. 21 Хуҫа Турӑ вӗсене хӑват парса тӑнӑран питӗ нумай ҫын, ӗненме пуҫласа, Турӑ енне ҫавӑрӑннӑ. 22 Ҫакӑн ҫинчен Иерусалимри ӗненекен ушкӑна та хыпар ҫитнӗ. Вара ӗненекенсем Варнавӑна Антиохине кайма хушнӑ. 23 Турӑ тивлетне хӑй куҫӗпе хӑй ҫитсе курсан вӑл питӗ хӗпӗртенӗ. Вара Варнава пурне те тӳрӗ кӑмӑлпа Хуҫамӑра пӑхӑнса тӑма ӳкӗтленӗ. 24 Мӗншӗн тесен вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ. Унӑн чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тата ӗненӳпе тулнӑ пулнӑ. Варнавӑна пула чылай халӑх Хуҫамӑр енне ҫавӑрӑннӑ. 25 Каярахпа Варнава Савла шырама Тарс хулине кайнӑ, шыраса тупсан ӑна Антиохине илсе пынӑ. 26 Вара вӗсем ҫулталӑкӗпех Антиохири ӗненекен ушкӑнра нумай-нумай ҫынна Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ. Антиохири вӗренекенсене чи малтан христиансем тесе калама пуҫланӑ. 27 Ҫав кунсенче Антиохине Иерусалимран пророксем пынӑ. 28 Вара вӗсенчен пӗри, Агав ятли, тӑнӑ та, Святой Сывлӑш пӗлтернипе, пӗтӗм тӗнчипех питӗ йывӑр выҫлӑх пуласси ҫинчен малтанах каласа хунӑ. Кайран, Клавдий император вӑхӑтӗнче, ҫав выҫлӑх чӑнах та пулнӑ. 29 Вара вӗренекенсем, харпӑр хӑй вӑй ҫитернӗ таран, Иудейӑри ӗненекенсем патне пулӑшу яма шут тытнӑ. 30 Шутланӑ та тунӑ. Мӗн пуҫтарнине вӗсем Варнавӑпа Савлран Иерусалимри пресвитерсене парса янӑ.
12Петра тӗрмене хупни тата ӑна ангел ирӗке кӑларни
1 Ӗненекен ушкӑнрисене усал тӑвас тесе Ирод патша ҫав вӑхӑталла хӑшне-пӗрне тӗрмене хуптарнӑ, 2 Иоанн пӗртӑванне Иакова вара хӗҫпе касса вӗлерттернӗ. 3 Ҫакна иудейсем кӑмӑлласах йышӑннине курсан вӑл тепӗртакран Петра та тыттарнӑ. Ун чухне тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн кунӗсем пулнӑ. 4 Пасха иртсен Петра халӑх умне илсе тухас тесе, Ирод ӑна тытса тӗрмене хуптарнӑ, тӑватшар салтакӑн тӑватӑ ушкӑн хурал тӑратса ӑна сыхлама хушнӑ. 5 Ҫапла вара Петра тӗрмере хуралласа усранӑ. Ҫав вӑхӑтра ӗненекен ушкӑнрисем уншӑн питӗ тӑрӑшса Турра кӗлтунӑ. 6 Ирод Петра халӑх умне илсе тухас тенӗ чух, ҫӗрле, икӗ сӑнчӑрпа тимӗрленӗ Петр икӗ салтак хушшинче ҫывӑрнӑ. Тӗрме алӑкӗсем умӗнче хуралҫӑсем сыхласа тӑнӑ. 7 Сасартӑк Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ курӑннӑ та, тӗрмене ҫутӑ ҫутатса янӑ. Ангел Петра аяккинчен тӗртсе вӑратнӑ та: «Тӑр хӑвӑртрах», – тенӗ. Ҫавӑнтах Петр аллинчи сӑнчӑрсем хывӑнса ӳкнӗ. 8 «Пилӗкне ҫых, уруна тӑхӑн», – тенӗ ӑна ангел. Петр ҫапла тунӑ та. «Тумтирне тӑхӑн та ман хыҫҫӑн пыр», – тенӗ унтан ангел ӑна. 9 Петр тухнӑ та ангел хыҫҫӑн утнӑ. Ангел мӗн туни чӑн пулнине вӑл ӑнланайман, куҫа курӑнать пулӗ тесе шухӑшланӑ. 10 Вӗсем малтанхи хуралпа иккӗмӗш хуралтан иртнӗ, унтан хула ҫулӗ ҫинчи тимӗр хапха патне ҫитнӗ. Умӗнчи хапха хӑй тӗллӗнех уҫӑлса кайсан вӗсем хапхаран кӗнӗ. Ҫапла пӗр урампа утса тухсан ангел сасартӑк куҫран ҫухалнӑ. 11 Тӑна кӗрсе ҫитсен Петр хӑй ӑшӗнче шухӑшланӑ: «Хуҫамӑр Хӑйӗн ангелне ярса мана Ирод аллинчен, иудейсем мӗн кӗтнинчен пуринчен те хӑтарчӗ. Тинех ҫакна чӑн-чӑннипе ӑнланса илтӗм». 12 Йӗри-тавра пӑхса ҫавӑрӑнсан вӑл Марк текен Иоанн амӑшӗ Мария пурӑнакан пӳрт умне пынӑ. Ӗненекенсенчен чылайӑшӗ унта кӗлле пуҫтарӑннӑ пулнӑ. 13 Петр хапхана шаккасан камне пӗлмешкӗн Рода ятлӑ хӗрарӑм тарҫӑ тухнӑ. 14 Петра сасӑран палласа илсен савӑннипе вӑл хапхине уҫма манса кайсах чупса кӗнӗ те: «Хапха умӗнче Петр тӑрать», – тенӗ. 15 «Аташмастӑн-и эсӗ?» – тенӗ лешсем. Хӗрарӑм хӑйӗннех каланӑ. «Эппин ку унӑн ангелӗ пулех», – тенӗ вара пӳртрисем. 16 Петр ҫаплах хапхана шакканӑ. Хапхине уҫсан вара вӗсем ӑна курнӑ та тӗлӗнсех кайнӑ. 17 Унтан Петр, аллипе паллӑ кӑтартса, шӑпланма ыйтнӑ, хӑйне Хуҫамӑр тӗрмерен епле кӑларнине вӗсене каласа панӑ. «Ҫакӑн ҫинчен Иаковпа ытти ӗненекен тӑвансене те пӗлтерӗр-ха», – тесе ыйтнӑ вӑл. Вара тухнӑ та урӑх ҫӗре кайнӑ.
18 Тул ҫутӑлсан, Петр ӑҫта кайса кӗнине пӗлмен салтаксем йӑлт аптӑраса ӳкнӗ. 19 Ирод ӑна шыраттарнӑ, анчах тупайман. Вара, хуралҫисене айӑпласа, вӗлерме хушнӑ.
Унтан Ирод Иудейӑран Кесарине кайнӑ, пӗр хушӑ ҫавӑнтах пурӑннӑ.
Ирод вилӗмӗ
20 Ирод Тирпа Сидон ҫыннисене питӗ ҫилленнӗ пулнӑ. Кусем вара калаҫса татӑлнӑ та ун патне пынӑ, патшан хӑй патне ҫывхартнӑ Власт ятлӑ тарҫине хӑйсен енне ҫавӑрса, патшаран килӗшӳ ыйтнӑ. Мӗншӗн тесен вӗсен ҫӗрӗнчи халӑх Ирод патша ҫӗрӗнчи тырӑпа тӑранса пурӑннӑ. 21 Палӑртнӑ кун, патша тумне тӑхӑнса, Ирод престол ҫине ларнӑ та вӗсемпе калаҫу пуҫланӑ. 22 «Ку – этем сасси мар, Турӑ сасси!» – тесе кӑшкӑра пуҫланӑ халӑх. 23 Анчах та ҫав самантрах Турра мухтав сӑмахӗ каламаншӑн Ирода Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ вар-хырӑм чирӗпе хутлатса лартнӑ. Унӑн ӑш-чиккине хурт ҫисе янӑ, вӑл вилнӗ.
24 Ӗнтӗ Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлсах пынӑ. 25 Хушнӑ ӗҫӗсене пурнӑҫласан Варнавӑпа Савл Иерусалимран Антиохине тавӑрӑннӑ. Хӑйсемпе пӗрле вӗсем Марк текен Иоана та илнӗ.
13Святой Сывлӑш Варнавӑпа Савла чӗнсе илни
1 Антиохире, унти ӗненекен ушкӑнра, хӑшӗ-хӑшӗ пророксем, вӗрентекенсем пулнӑ: Варнавӑпа Нигер текен Симеон, Киринея ҫынни Луций, Ирод пуҫлӑхпа пӗрле пӑхса ӳстернӗ Манаил тата Савл. 2 Пӗррехинче, вӗсем Хуҫамӑра кӗлтуса типӗ тытнӑ вӑхӑтра, Святой Сывлӑш ҫапла каланӑ: «Эпӗ Варнавӑпа Савла ятарлӑ ӗҫ валли чӗнсе илнӗ, вӗсене ҫав ӗҫӗме тума ярӑр». 3 Вара ӗненекенсем типӗ тытса кӗлтунӑ та, Варнавӑпа Савл ҫине аллисене хурса, вӗсене ӑсатса янӑ.
Апостолсем Кипрта вӗрентсе ҫӳрени
4 Святой Сывлӑш янӑ ҫак икӗ апостол Селевкине ҫитнӗ, унтан шывпа ишсе Кипра кайнӑ. 5 Саламина пырса ҫитсен вӗсем Турӑ сӑмахне иудейсен синагогисенче ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. Иоанн та вӗсемпе пӗрле ҫӳренӗ, вӗсене пулӑшнӑ. 6 Пӗтӗм утравӗпех ҫӳресе тухсан вӗсем Паф хулине ҫитнӗ. Унта вӗсем иудей ҫыннине, Вариисус ятлӑ асамҫӑна, суя пророка тӗл пулнӑ. 7 Вариисус асамҫӑ Сергий Павел ятлӑ Рим лартнӑ пуҫлӑхпа, пит ӑслӑскерпе, ҫывӑх пулнӑ. Ҫав пуҫлӑх Варнавӑпа Савла чӗнтерсе пынӑ та Турӑ сӑмахне итлесшӗн пулнӑ. 8 Хӑйне Елима текен Вариисус (Елима тени асамҫӑ тени пулать) Рим лартнӑ пуҫлӑх ӗненме пуҫласран шикленсе вӗсене хирӗҫ пынӑ. 9 Вара Павел тесе те чӗнекен Савл, чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑскер, ӑна куҫранах ҫапла каланӑ: 10 «Эй, шуйттан ывӑлӗ, кирек епле чӑнлӑх тӑшманӗ! Санӑн чун-чӗрӳ тӗрлӗ ултавлӑхпа, тӗрлӗ усаллӑхпа тулса ларнӑ. Ҫынсене эсӗ Хуҫамӑрӑн тӳрӗ ҫулӗ ҫинчен пӑрса яма пӑрахатӑн-и, пӑрахмастӑн-и? 11 Халӗ акӑ Хуҫа Турӑ алли сан тӗле ҫитрӗ. Эсӗ суккӑрланса ларӑн, пӗр вӑхӑт хӗвеле те кураймӑн». Сасартӑк Вариисуса тӗттӗмлӗх, сӗмлӗх хупласа илнӗ. Вара вӑл, унталла-кунталла ҫавӑрӑнкаласа, хӑйне ҫавӑтмашкӑн ҫын шыранӑ. 12 Мӗн пулса иртнине курсан, Хуҫамӑр вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнсе, проконсул ӗненме пуҫланӑ.
Писидири Антиохире
13 Пафран ишсе кайсан Павелпа юлташӗсем Памфилири Пергине ҫитнӗ. Иоанн вара вӗсенчен уйӑрӑлса Иерусалима тавӑрӑннӑ. 14 Кусем Пергирен тата малалла, Писидири Антиохине ҫитичченех, кайнӑ. Шӑмат кун вӗсем синагогӑна кӗрсе ларнӑ. 15 Саккун кӗнекипе пророксен кӗнекине вуланӑ хыҫҫӑн синагога пуҫлӑхӗсем вӗсене ҫын урлӑ ҫапла пӗлтернӗ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Сирӗн халӑха вӗрентсе калас сӑмахӑр пур пулсан, калӑр!» 16 Павел ура ҫине тӑнӑ та, аллипе паллӑ парса, ҫапла каланӑ: «Эй, Израиль ҫыннисем, эй, Турӑран хӑракансем, итлӗр! 17 Ҫак халӑхӑн Турри пирӗн мӑн асаттемӗрсене суйласа илнӗ. Египет ҫӗрӗнче пурӑннӑ чухне Турӑ ҫак халӑха асла кӑларнӑ, Хӑйӗн хӑватлӑ аллипе вӗсене унтан ертсе тухнӑ. 18 Хӗрӗх ҫула яхӑн вӗсене пуш хирте тӑрантарса усранӑ. 19 Унтан вара, Ханаан ҫӗрӗнчи ҫичӗ тӗрлӗ халӑха пӗтерсе, вӗсен ҫӗрне Хӑй халӑхне еткерлӗхе уйӑрса панӑ. 20 Самуил пророк таранчченех Турӑ вӗсене тӳресем парса тӑнӑ, ҫапла тӑватӑ ҫӗр аллӑ ҫул иртнӗ. 21 Унтан вӗсем хӑйсем валли патша ыйтнӑ. Турӑ вӗсене Вениамин йӑхӗнчи Кис ывӑлне Саула панӑ. Саул хӗрӗх ҫул патшара ларнӑ. 22 Кайран, Саула патшаран кӑларса, Турӑ Давида патшана лартнӑ. Давид ҫинчен Вӑл ҫапла ҫирӗплетсе пӗлтернӗ: „Эпӗ Хамӑн кӑмӑлӑма каякан ҫынна, Иессей ывӑлне Давида тупрӑм. Эпӗ палӑртса хунисене вӑл пурнӑҫлӗ“. 23 Хӑйӗн сӑмахне тытса, Турӑ Давид йӑхӗнченех Израиль валли Ҫӑлакан Иисуса кӑларнӑ. 24 Иисус килес умӗн Иоанн пӗтӗм Израиль халӑхне ҫылӑхран ӳкӗнсе шыва кӗме ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. 25 Хӑйне пӳрнӗ ӗҫе вӗҫлесе вӑл ҫапла каланӑ: „Эсир мана кам вырӑнне хуратӑр? Эсир Кӗтни эпӗ мар. Анчах та акӑ манӑн хыҫҫӑн Килекенӗ пулӗ, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар“. 26 Эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! Авраам йӑхӗн ачисем! Эй, Турӑран хӑракан сирӗн хушшӑрти ытти халӑх ҫыннисем! Ҫак ҫӑлӑнӑҫ сӑмахне сирӗн валли янӑ. 27 Мӗншӗн тесен Иерусалимра пурӑнакансемпе вӗсен пуҫлӑхӗсем Иисуса пӗлеймерӗҫ, Ӑна айӑпларӗҫ. Ҫапла майпа синагогӑсенче кашни шӑмат кун вулакан пророксен сӑмахӗсем пурнӑҫланчӗҫ. 28 Вӗлерме тивӗҫлӗ нимӗнле айӑп тупаймарӗҫ пулин те, вӗсем Пилатран Ӑна вӗлерме ыйтрӗҫ. 29 Кайран вара, Ҫырнинче Ун ҫинчен каланине пӗтӗмпех пурнӑҫласан, Ӑна хӗрес ҫинчен антарса тупӑклӑха хучӗҫ. 30 Анчах Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ. 31 Хӑйпе пӗрле Галилейӑран Иерусалима пынӑ ҫынсене Вӑл чылай кун хушши курӑннӑ. Халӑха Ун ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенсем халӗ ӗнтӗ ҫавсем. 32 Эпир сире Ырӑ Хыпар пӗлтеретпӗр. Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса Турӑ мӑн асаттемӗрсене шантарнине пире, вӗсен ачисене, пачӗ. Иккӗмӗш псаломра каланӑ пекех пулса тухрӗ. Унта ҫапла ҫырнӑ: „Эсӗ – Манӑн Ывӑлӑм, паянтан Эпӗ Санӑн Аҫу пулатӑп“. 34 Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратса ҫӗрте ҫӗрме памасси пирки те Турӑ ҫапла каланӑ: „Чӑнах, Давида пама пулнӑ ырӑлӑхӑмсене Эпӗ сире паратӑп“. 35 Тепӗр тӗлте ҫапла ҫырни те пур: „Хӑвӑн таса Ҫыннуна ҫӗрте ҫӗрме памӑн“. 36 Хӑйӗн ӗмӗрне Турӑ ирӗкне пурнӑҫласа ирттернӗ Давид, вилсен, ашшӗсем патнех масар ҫине кайнӑ, ҫӗрнӗ, 37 анчах та Турӑ чӗртсе Тӑратни ҫӗрмен. 38 Ҫапла ӗнтӗ, тӑван ҫыннӑмӑрсем, ҫакна пӗлсе тӑрӑр: ҫылӑх каҫарӑнасси ҫинчен эпир сире Христос ячӗпе пӗлтеретпӗр. 39 Мӗнле айӑпшӑн Моисей саккунӗпе тӳрре тухаймарӑр, кашни ӗненекен ҫавсемшӗн пуриншӗн те Иисус урлӑ тӳрре тухаять. 40 Хӑвӑрпа пророксем каланӑ пек пуласран сыхланӑр. Вӗсем ҫапла асӑрхаттарнӑ: 41 „Эй, йӗрӗнсе кӑна пӑхакансем! Курса тӗлӗнӗр те ҫухалӑр! Ӗҫӗме Эпӗ сирӗн ӗмӗртех тӑватӑп. Ҫав ӗҫ ҫинчен сире кам та пулин каласа кӑтартас пулсан, эсир ӑна ӗненмӗттӗр те“».
42 Павелпа Варнава иудейсен синагогинчен тухнӑ чухне ытти халӑх ҫыннисем вӗсенчен тепӗр шӑмат кун та ҫавӑн ҫинченех каласа пама ыйтнӑ. 43 Пухӑннӑ ҫынсем саланнӑ пулин те, иудейсем тата Турра хисеплекен, тӗне кӗнӗ урӑх халӑх ҫыннисем Павелпа Варнава хыҫҫӑн кайнӑ. Павелпа Варнава вӗсемпе калаҫнӑ, вӗсене Турӑ тивлечӗпе пурӑнма ӳкӗтленӗ. 44 Тепӗр шӑмат кун вара пӗтӗм хули тенӗ пекех Турӑ сӑмахне итлеме пуҫтарӑннӑ. 45 Анчах та иудейсем, халӑх йышлӑн пуҫтарӑннине курсан, питӗ вӗчӗрхеннӗ. Вара вӗсем Павела хирӗҫ каласа, усал сӑмахпа хӑртса, ун сӑмахне пӳлсе пынӑ. 46 Павелпа Варнава вӗсене хӑюллӑнах ҫапла каланӑ: «Турӑ сӑмахне чи малтан сире вӗрентмеллеччӗ. Анчах та эсир ҫав сӑмаха йышӑнмасӑр хӑвӑра хӑвӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа юрӑхсӑр тӑватӑр. Ҫавӑнпа та, акӑ, эпир урӑх халӑхсене вӗрентетпӗр. 47 Мӗншӗн тесен Хуҫамӑр пире ҫапла хушса каланӑ: „Санӑн урлӑ тӗнче хӗррине ҫитиех ҫӑлӑнӑҫ килтӗр тесе, Эпӗ Сана ытти халӑхсен ҫути турӑм“». 48 Ҫакна илтсен ытти халӑх ҫыннисем савӑнса Хуҫа Турӑ сӑмахне мухтанӑ. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн малтанах пӳрнисем пурте ӗненме пуҫланӑ. 49 Ҫапла Хуҫамӑрӑн сӑмахӗ пӗтӗм ҫӗр-шывӗпех сарӑлнӑ. 50 Анчах та иудейсем хӗтӗртнипе тӗн-тӗшмӗшлӗ сумлӑ хӗрарӑмсем тата хулара пуҫ пулса тӑракан ҫынсем Павелпа Варнавӑна хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Вара вӗсене хӑйсен ҫӗрӗнчен хӑваласа янӑ. 51 Ури ҫумӗнчи тусанне вӗсен еннелле силлесе хӑварса, апостолсем Иконие кайнӑ. 52 Вӗсен вӗренекенӗсен чун-чӗрисем вара савӑнӑҫпа, Святой Сывлӑшпа тулнӑ.
14Иконире
1 Павелпа Варнава Иконире те иудейсен синагогине кӗнӗ. Вӗсем ҫав тери хавхаланса вӗрентнӗрен питӗ нумай иудейпа грек ӗненме тытӑннӑ. 2 Анчах та ӗненмен иудейсем урӑх халӑх ҫыннисене вӑрҫтарса ярса ӗненекен тӑвансене хирӗҫ тӑратнӑ. 3 Апла пулин те Павелпа Варнава унта Хуҫамӑр ҫинчен хӑюллӑн вӗрентсе пайтах пурӑннӑ. Апостолсем Хӑйӗн тивлечӗпе вӗрентнине ҫирӗплетсе, Хуҫамӑр вӗсен аллипе хӑватсемпе паллӑсем пултарнӑ. 4 Ҫав хушӑра хула халӑхӗ икке пайланса кайнӑ: пӗрисем – иудейсем майлӑ, теприсем апостолсем майлӑ пулнӑ. 5 Урӑх халӑх ҫыннисемпе иудейсем, хӑйсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле, Павелпа Варнавӑна мӑшкӑл туса, чулпа пере-пере вӗлерме шухӑш тытнӑ. 6 Ҫавна пӗлсен апостолсем Ликаони тӑрӑхӗнчи Листрӑпа Дерви ятлӑ хуласене, вӗсен таврашӗнчи ҫӗрсене тухса кайнӑ. 7 Вӗсем унта та Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ.
Листрӑпа Дервире
8 Листрӑра пӗр утайман ҫын пурӑннӑ. Ҫуралассах ҫавӑн пек ҫуралнӑскер, вӑл нихҫан та утса курман, яланах ларнӑ. 9 Павел вӗрентнине вӑл та итленӗ. Ҫавӑн чухне Павел ун ҫине пӑхнӑ та уксах-чӑлахӑн сывалмалӑх ӗненӗвӗ пуррине асӑрханӑ. 10 «Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе калатӑп сана, – тенӗ вӑл хыттӑн, – тӳрлен те уру ҫине тӑр!» Лешӗ ҫавӑнтах тӳрленсе сиксе тӑнӑ та утма пуҫланӑ. 11 Павел мӗн тунине курнӑ халӑх ликаон чӗлхипе кӑшкӑра пуҫланӑ: «Пирӗн пата этем евӗрлӗ пулса турӑсем анчӗҫ!» 12 Вӗсем Варнавӑна Зевс тенӗ. Сӑмах ӑсти пулнӑран Павела Гермес тенӗ . 13 Хула ҫумӗнчех Зевс кӗлеткине чӳклемелли вырӑн пулнӑ. Чӳк пуҫӗ хула хапхи патне вӑкӑрсем ҫавӑтса, чечек ҫыххисем ҫӗклесе пынӑ – вӑл халӑхпа пӗрле чӳк тӑвасшӑн пулнӑ. 14 Анчах та Варнавӑпа Павел апостолсем, хӑйсен ячӗпе чӳк тӑвасси ҫинчен илтсен, тарӑхнипе ҫийӗнчи тумтирӗсене ҫурса ярса, халӑх хушшине пырса кӗнӗ те ҫапла кӑшкӑрнӑ: 15 «Эй, халӑх! Мӗн хӑтланатӑр эсир? Эпир сирнешкел ҫынсемех! Эпир сире ҫак суя турӑсене ан пуҫҫапчӑр тесе, чӗрӗ Турӑ енне ҫавӑрӑнччӑр тесе вӗрентетпӗр. Чӗрӗ Турӑ тӳпене те, ҫӗре те, тинӗсе те тата вӗсенче мӗн пуррине те пултарнӑ. 16 Ӗлӗк-авал Турӑ кашни халӑха харпӑр хӑй ҫулӗпе ҫӳреме ирӗк панӑ. 17 Ҫапах та Вӑл ырӑ ӗҫӗсемпе пире Хӑй ҫинчен астутарсах тӑнӑ: ҫумӑр ҫутарнӑ, тырӑ-пулӑллӑ ҫулсем янӑ, апат-ҫимӗҫ панӑ, чуна савӑнтарнӑ». 18 Ҫапла каласа вӗсем халӑха аран-аран хӑйсене чӳк парнисем кӳме чарнӑ, килӗсене саланма хушнӑ. Хӑйсем вара, унтах юлса, вӗрентсе пурӑннӑ . 19 Ҫавӑн чухне Антиохипе Иконирен хӑш-пӗр иудейсем пынӑ. Апостолсем хӑюллӑн вӗрентнине курсан, вӗсем халӑха: «Кусем чӑн сӑмах каламаҫҫӗ, суяҫҫӗ кӑна!» – тесе вӗсенчен пӑрӑнма ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫапла каласа хӗтӗртсе янӑ халӑх Павела чулпа пере-пере пӗтернӗ. Унтан, чунӗ тухрӗ пулмалла тесе, ӑна хула тулашне кӑларса пӑрахнӑ.
20 Анчах та, вӗренекенӗсем ун тавра пуҫтарӑнсан, вӑл ури ҫине тӑнӑ, унтан хулана тавӑрӑннӑ. Тепӗр кунне вара вӗсем Варнавӑпа пӗрле Дервине тухса кайнӑ.
Сирири Антиохине тавӑрӑнни
21 Ҫав хулара Ырӑ Хыпар пӗлтерсе вӗсем хӑйсем тавра тата нумайрах вӗренекен пуҫтарнӑ. Кайран вӗсем Листрӑпа Икони урлӑ, Антиохи урлӑ каялла тавӑрӑннӑ. 22 Апостолсем вӗренекенӗсен кӑмӑлне ҫирӗплетнӗ, ӗненӳпе пурӑнма вӗрентсе ӳкӗтленӗ. «Турӑ Патшалӑхне кӗрес тесен пирӗн нумай асап тӳсмелле», – тенӗ вӗсем. 23 Павелпа Варнава кашни ӗненекен ушкӑнрах алӑ хурса пресвитерсем уйӑрса лартнӑ. Вара апостолсем типӗ тытса кӗлтунӑ та вӗсене хӑйсем ӗненекен Хуҫамӑр аллине парса хӑварнӑ. 24 Кайран апостолсем Писиди урлӑ Памфилине ҫитнӗ. 25 Пергире Хуҫамӑрӑн сӑмахне вӗрентсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӗсем Атталине аннӑ. 26 Атталирен апостолсем шывпа ишсе каялла Антиохине тавӑрӑннӑ. Шӑпах ҫакӑнта вӗсене Турӑ тивлечӗпе ӗҫ шанса панӑ пулнӑ, ҫав ӗҫе ӗнтӗ вӗсем пурнӑҫланӑ. 27 Антиохине тавӑрӑнсан апостолсем ӗненекен ушкӑна пухнӑ та Турӑ хӑйсем урлӑ мӗн-мӗн тунине, Вӑл урӑх халӑхсемшӗн те ӗненӳ алӑкне епле уҫса панине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ. 28 Вӗренекенӗсемпе пӗрле вӗсем унта чылай вӑхӑт пурӑннӑ.
15Иерусалимри пуху
1 Темле ҫынсем, Иудейӑран пынӑскерсем, ӗненекен тӑвансене ҫапла вӗрентнӗ: «Моисей йӑлипе ӳт кастармасан ҫӑлӑнаймастӑр». 2 Павелпа Варнава ҫапла вӗрентнипе килӗшмен, ҫав ҫынсемпе тавлашсах кайнӑ. Вара ҫапла йышӑннӑ: кун пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлме Павелпа Варнавӑна тата темиҫе ӗненекене Иерусалимри апостолсемпе пресвитерсем патне ярас. 3 Ҫапла вара, ӗненекен ушкӑнрисем ӑсатса ярсассӑн, вӗсем Финикипе Самари тӑрӑх пынӑ. Ҫула май вӗсем урӑх халӑхсем те тӗне кӗни ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ. Ҫавна илтсен ӗненекенсем питӗ савӑннӑ. 4 Ҫапла вӗсем Иерусалима ҫитнӗ. Унта вӗсене ӗненекен тӑвансем, апостолсемпе пресвитерсем хапӑлласа йышӑннӑ. Павелпа Варнава вӗсене Турӑ хӑйсем урлӑ мӗн-мӗн тунине, урӑх халӑхсемшӗн те ӗненӳ алӑкне епле уҫса панине йӑлтах каласа пӗлтернӗ. 5 «Эппин халӗ урӑх халӑх ҫыннисен те ӳт кастармалла, Моисей саккунне тытса пыма вӗсене те хушмалла», – тенӗ ҫавӑн чухне, ура ҫине тӑрса, Христоса ӗненекен хӑш-пӗр фарисейсем. 6 Вара ҫак ыйтӑва сӳтсе явма апостолсемпе пресвитерсем пухӑннӑ. 7 Чылай хушӑ сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Петр тӑнӑ та ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Урӑх халӑхсем Ырӑ Хыпара ман ҫӑвартан илтсе ӗненччӗр тесе, Турӑ пирвайхи кунсенченех хамӑр хушӑран мана суйласа илнине пӗлетӗр. 8 Ҫын чӗрине витӗр курса тӑракан Турӑ, пире панӑ пекех урӑх халӑхсене те Святой Сывлӑш парса, вӗсене те йышӑннине пӗлтерчӗ. 9 Вӗсен чӗрисене ӗненӳпе тасатнӑран пирӗнпе вӗсем хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та юлмарӗ. 10 Мӗншӗн-ха эсир халӗ мӑн асаттесем те, хамӑр та йӑтайман ҫӗклеме вӗренекенсен ӗнси ҫине хурасшӑн пулса Туррӑн чӑтӑмлӑхне тӗрӗслетӗр? 11 Эпир те, вӗсем пекех, Иисус Христос Хуҫамӑр тивлечӗпе ҫӑлӑнасса ӗненетпӗр». 12 Вара пӗтӗм пуху шӑпах пулнӑ. Пурте Павелпа Варнава мӗн каланине итленӗ. Вӗсем Турӑ хӑйсем урлӑ урӑх халӑхсем хушшинче мӗнле-мӗнле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартни ҫинчен каласа панӑ. 13 Вӗсем хыҫҫӑн Иаков сӑмах илнӗ. «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Итлесемӗрччӗ мана, – тенӗ вӑл. 14 – Турӑ урӑх халӑх ҫыннисене Хӑй ячӗпе пухса Хӑйӗн халӑхӗ тума малтанах кӑмӑл туни ҫинчен Симон пире ӑнлантарса пачӗ. 15 Пророксем ҫырнӑ сӑмахсем те вӑл каланипе пӗр килеҫҫӗ. Унта ҫапла ҫырнӑ: 16 „Кайран Эпӗ тавӑрӑнӑп та Давидӑн пӑрахӑҫа тухнӑ кӗлӗ чатӑрне ҫӗнӗрен юсаса лартӑп, ун ӑшӗнче мӗн аркатнине ҫӗнӗрен тӑвӑп. 17 Ҫакна Эпӗ ытти ҫынсем тата мӗн пур халӑхсем, Ман ятӑм вӗсем хушшинче сарӑлсассӑн, Хуҫа Турра ӑнтӑлса шыраччӑр тесе тӑвӑп, тет ҫаксене пурне те тӑвакан Хуҫа Турӑ“. 18 Турӑ Хӑйӗн пур ӗҫӗсене те ӗмӗртенпех пӗлсе тӑрать. 19 Ҫавӑнпа та ӗнтӗ, ман шухӑшӑмпа, Турӑ ҫулне шыракан урӑх халӑх ҫыннисене чӑрмав кӳмелле мар, 20 ҫапла ҫеҫ ҫырса ямалла: чӳклесе ирсӗрлетнӗ апат-ҫимӗҫ ан ҫиччӗр, ан аскӑнланччӑр, апат-ҫимӗҫе пӑвса вӗлернӗ выльӑх-чӗрлӗх ашӗнчен, юнран ан хатӗрлеччӗр, хӑйсемшӗн тутарасшӑн маррине ҫынна та ан туччӑр. 21 Моисей саккунне вӗрентекенсем мӗн авалтан кашни хуларах пур, синагогӑсенче ӑна шӑмат кунсерен вуласа параҫҫӗ».
Ӗненекен урӑх халӑх ҫыннисем патне янӑ ҫыру
22 Вара апостолсемпе пресвитерсем мӗн пур ӗненекен ушкӑнпа пӗрле ҫапла канаш тунӑ: хамӑр хушӑран темиҫе ҫын суйласа илес те вӗсене Павелпа тата Варнавӑпа пӗрле Антиохине ярас. Вӗсем ӗненекен тӑвансем хушшинче ят-сум илнӗ Варсава текен Иудӑна тата Силӑна суйласа илнӗ. 23 Вӗсенчен ҫакнашкал ҫыру ҫырса парса янӑ: «Антиохипе Сирири тата Киликири урӑх халӑхсем хушшинчен тухнӑ ӗненекен тӑвансене – апостолсемпе пресвитерсенчен тата ӗненекен тӑванӑрсенчен. Салам пултӑр! 24 Эпир хамӑр патӑмӑртан тухса кайнӑ хӑш-пӗр ҫынсем сире тем те пӗр каласа пӑтраштарса янӑ текен сӑмаха илтрӗмӗр. Вӗсем ӳт кастармалла, Моисей саккунӗпе пурӑнмалла тесе сире иккӗлентерсе янӑ имӗш. Эпир вӗсене унашкал калама хушса яманччӗ. 25 Ҫавӑнпа эпир пухӑнса канашларӑмӑр та, темиҫе ҫынна суйласа илсе, вӗсене хисеплӗ Варнавӑпа тата Павелпа пӗрле сирӗн патӑра яма калаҫса татӑлтӑмӑр. 26 Варнавӑпа Павел – хамӑрӑн Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗшӗн хӑйсен чунне парса ӗҫлекен ҫынсем. 27 Тата эпир Иудӑпа Силӑна ятӑмӑр, вӗсем сире ҫырура каланинех сӑмахпа каласа та ӑнлантарӗҫ. 28 Мӗншӗн тесен Святой Сывлӑш та, эпир те сирӗн ҫине ытлашши ҫӗклем хурас мар терӗмӗр. Сирӗн ҫаксене, чи кирлисене кӑна, тытса пурӑнмалла: 29 чӳклесе панӑ апат-ҫимӗҫ ҫимелле мар, апат-ҫимӗҫе юнран, пӑвса вӗлернӗ выльӑх-чӗрлӗх ашӗнчен хатӗрлемелле мар, аскӑнланмалла мар, хӑвӑршӑн тутарасшӑн маррине ҫынна та тумалла мар . Ҫаксене тытса пырсан, аван тӑватӑр. Сывӑ пулӑр».
30 Ҫапла вара, янӑ ҫынсем Антиохине ҫитнӗ те, халӑха пухса, ҫырӑва вӗсене панӑ. 31 Лешсем вуласа пӑхнӑ та ҫапла вӗрентсе ҫырнӑшӑн питӗ хӗпӗртенӗ. 32 Иудӑпа Сила вара, хӑйсем те пророк пулнӑ май, ӗненекен тӑвансене тата нумай каласа вӗрентнӗ, вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ. 33 Унта пӗр вӑхӑт пурӑнсан, ӗненекен тӑвансем вӗсене канӑҫлӑх сунса апостолсем патне янӑ. 34 Анчах та Сила ҫавӑнтах юлма шухӑш тытнӑ. Иуда вара Иерусалима тавӑрӑннӑ. 35 Павелпа Варнава Антиохирех юлнӑ. Унта вӗсем ытти нумай юлташӗсемпе пӗрле Хуҫамӑрӑн сӑмахне вӗрентсе, пӗлтерсе пурӑннӑ.
Павелпа Варнава хирӗҫсе кайни
36 Нумаях та вӑхӑт иртмен, Павел Варнавӑна ҫапла каланӑ: «Атя каллех ҫула тухар, Хуҫамӑрӑн сӑмахне хамӑр вӗрентсе ҫӳренӗ мӗн пур хуласенчи тӑванӑмӑрсем епле пурӑннине ҫитсе курар». 37 Варнава хӑйсемпе пӗрле Марк текен Иоана та илесшӗн пулнӑ. 38 Анчах та Павел унпа килӗшмен, мӗншӗн тесен пӗррехинче Памфилире хӑйсене хушса янӑ ӗҫе вӗҫне ҫитермесӗрех Марк вӗсене пӑрахса кайнӑ пулнӑ. 39 Ҫавӑн пирки вӗсем хирӗҫсе каймаллах тавлашнӑ. Ҫапла вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлнӑ. Варнава вара Марка хӑйпе пӗрле илнӗ те, шывпа ишсе, Кипра кайнӑ. 40 Павел хӑйне юлташа Силӑна суйласа илнӗ те ҫула тухнӑ. Ӗненекен тӑвансем ӑна Турӑ тивлечӗ ҫине шанса ӑсатса янӑ. 41 Вӑл вара, ӗненекен ушкӑнсене тӗреклетсе, Сирипе Килики тӑрӑхӗнче ҫӳренӗ.
16Павелпа Сила хӑйсемпе пӗрле Тимофея илни
1 Павел Дервине те, Листрӑна та ҫитнӗ. Ҫавӑнта Тимофей ятлӑ пӗр вӗренекен пурӑннӑ. Амӑшӗ унӑн Христоса ӗненекен иудей хӗрарӑмӗ, ашшӗ грек пулнӑ. 2 Тимофей шанчӑклӑ ҫын пулнине Листрӑпа Иконири тӑвансем ҫирӗплетсех каланӑ. 3 Павел ӑна хӑйпе пӗрле илме кӑмӑл тунӑ. Ҫав тӑрӑхри иудейсем Тимофей ашшӗ грек пулнине пурте пӗлсе тӑнӑран, иудейсене юрас тесе, вӑл Тимофея хӑй патне илсессӗнех унӑн ӳтне кастарнӑ. 4 Вара, хуларан хулана ҫӳресе, вӗсем ӗненекенсене апостолсемпе пресвитерсем Иерусалимри пухура йышӑннӑ йӗркесене тытса пурӑнма вӗрентнӗ. 5 Ҫапла чиркӗве ҫӳрекенсен ӗненӗвӗ ҫирӗпленсех пынӑ, ӗненекенсен йышӗ куллен ӳснӗҫемӗн ӳснӗ.
Павела Македони ҫынни курӑнни
6 Святой Сывлӑш хӑйсене Асире Турӑ сӑмахне вӗрентме чарнӑ пирки вӗсем Фригипе Галати ҫӗрӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ. 7 Мисине ҫитсессӗн вӗсем Вифинине каясшӑн пулнӑ, анчах Святой Сывлӑш вӗсене унта та вӗрентме яман. 8 Мисирен вӗсем Троадӑна аннӑ. 9 Ҫӗрле вара Павела ҫакнашкал курӑну пулнӑ. Ун умне пӗр Македони ҫынни пырса тӑнӑ та йӑлӑна-йӑлӑна: «Македонине пырса пире пулӑшсам», – тенӗ. 10 Ҫак курӑну хыҫҫӑнах эпир Македонине кайма шухӑшларӑмӑр, Хуҫамӑр пире унта Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме чӗнет пулӗ терӗмӗр.
Филиппы хулинчи Лидия тӗне кӗни
11 Ҫапла вара, шывпа ишсе, Троадӑран тӳрех Самофракине, тепӗр кунне Неаполе ҫитрӗмӗр. 12 Унтан эпир Филиппы ятлӑ хулана кайрӑмӑр. Филиппы – Македони ҫӗрӗн ҫак пайӗнчи хули тата Рим колонийӗ. Ҫав хулара эпир темиҫе кун хушши пурӑнтӑмӑр. 13 Шӑмат кун вара эпир хула хапхинчен юхан шыв хӗррине тухрӑмӑр. Ҫавӑнти пӗр вырӑна ӗненекенсем хӑнӑхнӑ йӑлипе кӗлӗ тума пухӑнаҫҫӗ. Эпир те лартӑмӑр та пухӑннӑ хӗрарӑмсемпе калаҫа пуҫларӑмӑр. 14 Пирӗн калаҫӑва Фиатир хулинчен пынӑ Лидия ятлӑ пӗр хӗрарӑм та итлесе ларчӗ. Турра питӗ хисеплекен ҫав хӗрарӑм хаклӑ йышши пир-авӑр сутса пурӑннӑ. Павел сӑмахӗсене ӑнланса илме Хуҫамӑр унӑн чун-чӗрине уҫрӗ. 15 Кайран вара, хӑйне те, кил-йышне те тӗне кӗртсен, Лидия пире ҫапла каласа тархасларӗ: «Мана эсир Хуҫамӑра чунтан парӑннӑ ҫын вырӑнне хуратӑр пулсан ман патӑмра пурӑнӑр». Ҫапла вӑл пире ӳкӗте кӗртрӗ-кӗртрех.
Павелпа Силӑна тытса хупни
16 Пӗррехинче пире, кӗлӗ тумалли вырӑна кайнӑ чухне, мӗн пулассине калаттаракан усал ернӗ пӗр хӗрарӑм тарҫӑ тӗл пулчӗ. Ҫак хӗрарӑм, мӗн пулассине пӗлтерсе, хуҫисене чылай тупӑш кӳрсе тӑнӑ. 17 «Ҫак ҫынсем – Ҫӳлти Турӑ чурисем! Вӗсем пире ҫӑлӑнӑҫ ҫулӗ ҫинчен хыпарлаҫҫӗ!» – тесе кӑшкӑрса пычӗ ҫав хӗрарӑм Павелпа пирӗн хыҫӑмӑртан. 18 Вӑл чылай кун хушши ҫапла хӑтланчӗ. Вара Павел, тарӑхса кайса, ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те: «Иисус Христос ячӗпе эпӗ сана хӗрарӑм ӑшӗнчен тухма хушатӑп!» – терӗ усал сывлӑша. Ҫав самантрах усал сывлӑш ун ӑшӗнчен тухрӗ. 19 Хӑйсен тупӑш илес шанчӑкӗ пӗтнине туйса илнӗ хуҫасем вара Павелпа Силӑна тытрӗҫ те хула варрине, пуҫлӑхсем патне, сӗтӗрсе кайрӗҫ. 20 Вара, вӗсене хула пуҫлӑхӗсем патне илсе пырсан, ҫапла каларӗҫ: «Ҫак ҫынсем, иудейсем, хула халӑхне пӑтратса ҫӳреҫҫӗ, 21 урӑхла йӑласем вӗрентеҫҫӗ. Вӑл йӑла-йӗркесене пирӗн, Рим ҫыннисен, йышӑнма та, тытса пыма та юрамасть». 22 Халӑх та вӗсен хутне кӗмерӗ, хирӗҫ пулчӗ. Вара Рим пуҫлӑхӗсем, апостолсен тумтирӗсене сӳсе илсе, патакпа ҫаптарма хушрӗҫ. 23 Чылай хӗненӗ хыҫҫӑн вӗсене тӗрмене хупрӗҫ, хурала тӗрмене хытӑ сыхлама хушса хӑварчӗҫ. 24 Хушнине пурнӑҫласа, хурал пуҫлӑхӗ вӗсене тӗрмен шалти пӳлӗмне хупнӑ, урисене йывӑҫ тӑлӑ тӑхӑнтартнӑ.
25 Ҫур ҫӗр тӗлнелле Павелпа Сила кӗлтунӑ, Турра мухтаса юрланӑ, тӗрмере ларакан ытти ҫынсем вӗсен кӗлли-юррине итленӗ. 26 Сасартӑк тӗрме никӗсӗ те хускалмалла питӗ вӑйлӑн ҫӗр чӗтренсе кайнӑ. Ҫавӑнтах мӗн пур алӑк яри уҫӑлнӑ, пурин ҫинчи сӑнчӑрсем те татӑлса ӳкнӗ. 27 Хуралҫӑ вӑраннӑ та тӗрме алӑкӗсем яри уҫӑ пулнине асӑрханӑ. Вара хупнисем пурте тухса тарнӑ пулӗ тесе хӗҫне ярса тытнӑ та хӑйне хӑй вӗлересшӗн пулнӑ. 28 Анчах та Павел хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: «Хӑвна ан пӗтерех! Эпир пурте кунтах!» 29 Хуралҫӑ, ҫутатмалли пама хушса, тӗрмене чупса кӗнӗ те хӑранипе чӗтресе Павелпа Сила умне ҫӗре ӳкнӗ. 30 Унтан, вӗсене тӗрмерен ертсе тухсан, ҫапла каланӑ: «Эй, хисеплӗ ҫыннӑмсем! Ҫӑлӑнас тесен манӑн мӗн тумалла ӗнтӗ?» 31 «Иисус Христос Хуҫамӑра ӗнен, вара ху та, пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ», – тенӗ вӗсем. 32 Унтан ӑна хӑйне те, ун килӗнчисене пурне те Хуҫамӑр сӑмахне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. 33 Ҫав каҫах хуралҫӑ вӗсене илсе кайнӑ та суранӗсене ҫуса тасатнӑ; вара тӳрех хӑй те, пӗтӗм кил-йышӗ те тӗне кӗнӗ. 34 Килне илсе пырсан вӗсене апат ҫитернӗ, Турра ӗненме пуҫланӑшӑн хӑйӗн пӗтӗм кил-йышӗпе пӗрле савӑнмаллипех савӑннӑ.
35 Тул ҫутӑлсан хула пуҫлӑхӗсем хӑйсен пулӑшуҫисене Павелпа Силӑна ирӗке кӑларма хушса тӗрмене янӑ. 36 Тӗрме хуралҫи ҫавна Павела пӗлтернӗ: «Хула пуҫлӑхӗсем сире кӑларса яма хушнӑ, ӗнтӗ тухӑр та канӑҫлӑн кайӑрах». 37 Анчах та Павел вӗсене ҫапла каланӑ: «Пире, Рим гражданӗсене, пӗтӗм халӑх умӗнче судсӑр-мӗнсӗр патакпа ҫаптарчӗҫ, унтан тӗрмене хупрӗҫ. Халӗ вара вӑрттӑн кӑларса ярасшӑн-и? Ҫук, хӑйсем килсе хӑйсемех кӑларса яччӑр пире». 38 Хула пуҫлӑхӗсен пулӑшуҫисем ҫак сӑмахсене хӑйсен пуҫлӑхӗсене кайса каласа панӑ. Вӗсем Рим гражданӗсем тенине илтсен хайхисен сехри хӑпнӑ. 39 Вара вӗсем пырса каҫару ыйтнӑ; тӗрмерен илсе тухсан, вӗсене хуларан кайма тархасланӑ. 40 Павелпа Сила вара тӗрмерен тухсанах Лидия патне кайнӑ. Унта вӗсем ӗненекен тӑвансемпе курнӑҫса калаҫнӑ, ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, унтан тин ҫула тухнӑ.
17Павелпа Сила Фессалоникӑра
1 Амфипольпе Апполони урлӑ кайса, апостолсем Фессалоникӑна ҫитнӗ. Унта иудейсен синагоги пулнӑ. 2 Хӑнӑхнӑ йӑлипе Павел синагогӑна кӗнӗ. Вӑл унта виҫӗ шӑмат кун вӗрентнӗ. Павел вӗсене Христосӑн асапланмалла, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла пулни ҫинчен Ҫырнинчи сӑмахсемпе ӗнентермелле ӑнлантарнӑ. «Эпӗ сире Иисус ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентетӗп, Иисус вӑл шӑпах Турӑ Суйласа илни пулать те ӗнтӗ», – тенӗ вӑл. 4 Иудейсенчен хӑшӗ-пӗри ӗненме пуҫланӑ, Турра хисеплекен нумай-нумай грек тата ятлӑ-сумлӑ чылай хӗрарӑм Павелпа Сила енне ҫавӑрӑннӑ. 5 Ҫакна курсан, ӗненмен иудейсем питӗ кӗвӗҫсе кайнӑ. Вӗсем, хула урамӗсенчи путсӗрсене пухса, ушкӑнӗпех хула халӑхне пӑлхатса ҫӳренӗ. Унтан, Иасон ҫуртне йӗри-тавра хупӑрласа илсе, Павелпа Силӑна хӑйсен аллине пама хистесех ыйтнӑ. 6 Анчах та вӗсем апостолсене тупайман. Вара Иасонпа хӑш-пӗр ӗненекенсене хула пуҫлӑхӗсем патне сӗтӗрсе кайнӑ. «Вӗсем пӗтӗм тӗнчипех халӑха пӑтратса ҫӳреҫҫӗ, халӗ акӑ кунта та ҫитнӗ! – кӑшкӑрашнӑ ушкӑнрисем. 7 – Иасон вара вӗсене хӑй патне кӗртнӗ! Вӗсем пурте император хушнине хирӗҫ пыраҫҫӗ, вӗсем урӑххине, Иисуса, патша тесе хисеплеҫҫӗ!» 8 Ҫапла вӗсем итлекен халӑха та, хула пуҫлӑхӗсене те пӑлхатса янӑ. 9 Анчах та пуҫлӑхсем Иасонпа ыттисенчен саклат укҫи илнӗ те вӗсене ирӗке янӑ.
Верире
10 Ӗненекен тӑвансем вара ҫав каҫах Павелпа Силӑна Верине ӑсатнӑ. Унта ҫитсен вӗсем иудейсен синагогине кайнӑ. 11 Кунти халӑх Фессалоника ҫыннисенчен пархатарлӑрах пулнӑ, Турӑ сӑмахне пӗтӗм кӑмӑлтан йышӑннӑ. Кунсеренех вӗсем апостолсем вӗрентнине Ҫырнинче каланипе танлаштарса тӗрӗсленӗ. 12 Ҫапла вара иудейсенчен нумайӑшӗ ӗненме пуҫланӑ. Ӗненекенсем хушшинче ятлӑ-сумлӑ грек хӗрарӑмӗсемпе арҫыннисем те чылай пулнӑ. 13 Анчах та Фессалоникӑри иудейсем Павел Верире те Турӑ сӑмахне вӗрентнине пӗлсессӗн унта та пынӑ, халӑха хӗтӗртме, пӑлхатма пуҫланӑ. 14 Вара ӗненекен тӑвансем Павела тинӗс хӗрринелле каякан ҫулпа ҫийӗнчех леҫсе янӑ. Силӑпа Тимофей ҫавӑнтах юлнӑ. 15 Леҫсе яракансем Павела Афинӑна ҫитичченех ӑсатнӑ, унтан хӑйсем каялла тавӑрӑннӑ. Павел вӗсене: «Силӑпа Тимофей хӑвӑртрах ман патӑма килччӗр», – тесе пӗлтерме хушса янӑ.
Павел Афинӑра
16 Силӑпа Тимофея Афинӑра кӗтсе пурӑннӑ чухне, пуҫҫапмалли кӗлеткесем хулипех тӑнине курса, Павелӑн чунӗ тӑвӑлсах ҫитнӗ. 17 Ҫапла вара, вӑл иудейсемпе тата Турра хисеплекен ытти ҫынсемпе синагогӑра калаҫнӑ. Тата Павел кунсеренех пасар вырӑнӗнче тӗл пулакансемпе те калаҫнӑ. 18 Хӑш-пӗр философсем – эпикурсемпе стоиксем – унпа тавлашма пуҫланӑ. Вӗсем Павел Иисус ҫинчен, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗрентнине илтнӗ. «Ҫак пуш параппан мӗн каласшӑн ара?» – тенӗ пӗрисем. «Вӑл темле ют турӑсем ҫинчен вӗрентет пулас», – тенӗ тата теприсем. 19 Вара вӗсем Павела ареопаг пухӑвне илсе пынӑ. «Пире те каласа парсамччӗ, – тенӗ вӗсем, – эсӗ ӳкӗтлекен ҫӗнӗ вӗрентӳ мӗнлерехскер? 20 Итлетпӗр те – эсӗ темле тӗлӗнмелле япаласем ҫинчен калаҫатӑн, ҫавӑнпа та ку мӗнле вӗрентӳ пулнине пӗлес терӗмӗр». 21 Афины ҫыннисем тата хулари урӑх ҫӗр-шыв ҫыннисем мӗн те пулин ҫӗнни ҫинчен калаҫса е итлесе вӑхӑта ирттерме питӗ юратнӑ. 22 Павел ареопаг пухӑвӗ умне тухса тӑнӑ та ҫапла каланӑ: «Эй, Афины ҫыннисем! Сӑнатӑп та – эсир питӗ тӗн-тӗшмӗшлӗ пулнине куратӑп. 23 Мӗншӗн тесен сирӗн сӑваплӑ вырӑнӑрсене пӑхса ҫӳренӗ чухне эпӗ пӗр чӳк вырӑнӗ асӑрхарӑм. Ҫавӑнта „пӗлмен Турӑ валли“ тесе ҫырса хунӑччӗ. Эпӗ сире шӑпах хӑвӑр пӗлмесӗр пуҫҫапакан Турӑ ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентетӗп те. 24 Тӗнчене тата тӗнчере мӗн пуррине пӗтӗмпех пултарнӑ Турӑ – ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи. Вӑл этем аллипе лартнӑ кӗлӗ ҫурчӗсенче пурӑнмасть. 25 Этем аллипе туни нимӗн те Ӑна кирлӗ мар. Вӑл Хӑй пурне те пурӑнӑҫпа чӗрӗлӗх тата тем те пӗр парса тӑрать. 26 Пӗтӗм ҫӗр пичӗ ҫинче пурӑнччӑр тесе, Вӑл пӗр этемрен пӗтӗм этемлӗхе пултарнӑ. Ҫак ҫӗр ҫинче ҫынсем пурӑнас вӑхӑта тата вырӑна Вӑл малтанах палӑртса хунӑ. 27 Ҫакна Вӑл ҫынсем Хӑйне шыраччӑр, чун-чӗрепе туйса Хӑйне тупма ӑнтӑлччӑр тесе тунӑ. Тӗрӗссипе вара Турӑ пирӗнтен кашнинчен инҫех те мар. 28 Мӗншӗн тесен эпир Вӑл пуртан пурӑнатпӑр, ҫӳретпӗр, хамӑр та пур. Сирӗн хӑш-пӗр сӑвӑҫӑрсем калашле: „Эпир – Унӑн йӑхӗнчен“. 29 Ҫапла ӗнтӗ, эпир хамӑр Турӑ йӑхӗнчен пулнине пӗлсе тӑратпӑр. Эппин этем шутласа кӑларнӑ, ылтӑнран, кӗмӗлтен е чултан ӑсталаса тунӑ кӗлетке Турӑ евӗрлӗ тесе шухӑшлани тӗрӗс мар. 30 Ҫапла вара, эпир ӗлӗк ним пӗлменнине манӑҫа хӑварса, Турӑ халӗ пур ҫынсене те, пур ҫӗрте те ӳкӗнме хушать. 31 Хӑй малтанах суйласа илнӗ Ҫын урлӑ пӗтӗм тӗнчене тӳрӗ суд тумалли куна Турӑ палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Ҫавна ҫынсене пурне те ӗнентерес тесе, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ».
32 Вилнисем чӗрӗлесси ҫинчен илтсен пухура ларакансенчен хӑшӗ-пӗрисем тӑрӑхласа кулма пуҫланӑ. «Эпир сана тепӗр чух та итлӗпӗр-ха», – тенӗ теприсем. 33 Вара Павел пухуран тухса кайнӑ. 34 Ҫапах темиҫе ҫын, Павел майлӑ пулса, ӗненме пуҫланӑ. Вӗсем хушшинче ареопаг пухӑвӗнче ларакан Дионисий, Дамарь ятлӑ хӗрарӑм тата ыттисем те пулнӑ.
18Павел Коринфра
1 Ҫавӑн хыҫҫӑн Павел, Афинӑран кайса, Коринфа пынӑ. 2 Унта вӑл Понт ҫӗрӗнче ҫуралнӑ Акила ятлӑ пӗр иудейпа унӑн арӑмне Прискиллӑна шыраса тупнӑ та вӗсем патне кӗнӗ. Вӗсем анчахрах Италирен куҫса килнӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен Клавдий император иудейсене пурне те Римран тухса кайма хушнӑ пулнӑ. 3 Павелпа Акила иккӗшӗ те пӗр ӗҫпе ӗҫленӗ: вӗсем чатӑр тӑвакансем пулнӑ. Ҫавӑнпа Павел вӗсем патӗнчех юлнӑ та пӗрле ӗҫлесе пурӑннӑ. 4 Шӑмат кунсерен Павел синагогӑра калаҫнӑ, иудейсемпе грексене ӳкӗтленӗ.
5 Хайхи Силӑпа Тимофей Македонирен пырсан, чун-чӗри хистенипе Павел иудейсене Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни тесе ҫирӗплетсех пӗлтернӗ. 6 Анчах та иудейсем Павела хирӗҫлесе тем тӗрлӗ усал сӑмах каласа пӗтернӗ. Вара Павел тумтирӗ ҫинчи тусанне силле-силле ҫапла каланӑ: «Сирӗн ҫылӑхӑр хӑвӑр пуҫӑр ҫинчех юлать. Эпӗ – таса. Паянтан урӑх халӑх ҫыннисем патне каятӑп». 7 Вара вӑл унтан пӑрӑнса утнӑ та Турра пит хисеплекен пӗр Иуст ятлӑ ҫын патне кӗнӗ. Унӑн ҫурчӗ синагогӑпа юнашарах пулнӑ. 8 Синагога пуҫлӑхӗ Крисп тата унӑн пӗтӗм кил-йышӗ Хуҫамӑра ӗненекенскерсем пулнӑ. Павел сӑмахӗсене итлесе Коринф ҫыннисенчен нумайӑшӗ ӗненме пуҫланӑ, тӗне кӗнӗ. 9 Пӗррехинче ҫӗрле Хуҫамӑр, Павела курӑнса, ҫапла каланӑ: «Ан хӑра! Ӳкӗтле, вӗрентме ан чарӑн. 10 Эпӗ санпах пулӑп, ҫавӑнпа та сана никам та усал тӑваймӗ: ку хулара Манӑн ҫыннӑмсем нумай». 11 Вара Павел ҫавӑнта хула халӑхне Турӑ сӑмахне вӗрентсе ҫулталӑк ҫурӑ пурӑннӑ.
12 Ахаияра Рим лартнӑ Галлион пуҫлӑх хуҫаланнӑ чухне иудейсем пӗр каварлӑ пулса Павела ярса тытнӑ та суд умне тӑратнӑ. 13 «Ҫакскер ҫынсене Турра хисеплеме Моисей саккунӗ хушнӑ пек вӗрентмест», – тенӗ вӗсем. 14 Павел ҫӑварне уҫма ӗлкӗричченех Галлион иудейсене ҫапла каланӑ: «Иудейсем! Енчен те эсир хӑвӑра кӳрентерни ҫинчен, йӗркене пӑсни ҫинчен евитленӗ пулсан, эпӗ сирӗн сӑмахӑра итленӗ пулӑттӑм. 15 Анчах та кунта тӗрлӗ вӗрентӳсем пирки, ятсем пирки, Моисей саккунӗ пирки тавлашу пырать. Ҫавӑнпа та ку ыйтусене хӑвӑрах татса парӑр. Кунашкал ӗҫре ман судья пулас килмест». 16 Вара вӗсене суд ҫуртӗнчен хӑваласа кӑларса янӑ. 17 Мӗн пур грексем синагога пуҫлӑхне Сосфена ярса тытнӑ та суд ҫурчӗ умӗнчех хӗне пуҫланӑ. Галлион хушша-хуппа кӗмен.
Павел Антиохине тавӑрӑнни
18 Коринфра татах чылай хушӑ пурӑннӑ хыҫҫӑн Павел, ӗненекен тӑванӗсемпе сывпуллашса, Сирие ишсе кайнӑ. Прискиллӑпа Акила та унпа пӗрлех пынӑ. Турра панӑ сӑмахне асра тытса Павел, Сирие ишсе кайичченех, Кенхреире ҫӳҫне кастарнӑ. 19 Ҫапла вӗсем Ефес хулине ҫитнӗ. Унта Павел, Прискиллӑпа Акилӑран уйӑрӑлса, синагогӑна кӗнӗ те иудейсемпе калаҫма пуҫланӑ. 20 Иудейсем ӑна хӑйсем патӗнче тата кӑштах та пулин юлма тархасланӑ, анчах та Павел килӗшмен. 21 Вара вӗсемпе сывпуллашнӑ май вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫывхарса килекен уява манӑн Иерусалимрах кӗтсе илмелле, Турра кирлӗ пулсан, эпӗ сирӗн патӑра тавӑрӑнӑп-ха». Вара Ефесран караппа ишсе кайнӑ. Акилӑпа Прискилла Ефесрах юлнӑ . 22 Павел карап ҫинчен Кесарире анса юлнӑ, унтан Иерусалима пынӑ. Унта вӑл ӗненекен ушкӑнрисемпе курнӑҫса калаҫнӑ та Антиохине тухса кайнӑ.
23 Пӗр вӑхӑт унта пулнӑ хыҫҫӑн Павел каллех ҫула тухнӑ. Вӑл, вӗренекенсене пурне те хавхалантарса, Галатипе Фриги ҫӗрӗсен пур кӗтесӗсенче те пулнӑ.
Аполлос Ефесра вӗрентни
24 Александрияра ҫуралнӑ Аполлос ятлӑ пӗр иудей Ефеса пынӑ. Вӑл пит ӑста калаҫакан, Ҫырнине тӗплӗ пӗлекен ҫын пулнӑ. 25 Пӗлессе Аполлос Хуҫамӑрӑн ҫул пуҫламӑшне кӑна – Иоанн шыва кӗртни таран ҫеҫ – пӗлнӗ. Ҫапах та вӑл Хуҫамӑр ҫинчен чунӗпе ҫунса, тӗрӗс вӗрентнӗ. 26 Вӑл синагогӑра та пит хастар вӗрентме пуҫланӑ. Вӑл вӗрентнине илтсен Акилӑпа Прискилла ӑна хӑйсем патне чӗннӗ те Хуҫа Туррӑмӑрӑн ҫулӗ ҫинчен тӗплӗнрех ӑнлантарса панӑ. 27 Аполлос Ахаияна кайма шухӑш тытнӑ. Ҫавна пӗлсен ӗненекен тӑвансем унти вӗренекенсем патне Аполлоса хапӑл тума ыйтса ҫыру янӑ. Вырӑна ҫитсессӗн вӑл Турӑ тивлечӗпе ӗненекенсене нумай пулӑшнӑ. 28 Мӗншӗн тесен Аполлос пӗтӗм халӑх умӗнчех иудейсемпе тавлашса ҫиеле тухнӑ: Ҫырнинче каланисемпе усӑ курсах Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни тесе ӗнентерме пултарнӑ.
19Павел Ефесра пулни
1 Аполлос Коринфра пурӑннӑ вӑхӑтра Павел сӑртлӑ-туллӑ тӑрӑхсенче ҫул ҫӳренӗ. Унтан вӑл Ефеса ҫитнӗ те хӑш-пӗр вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ. 2 «Ӗненме пуҫласассӑн эсир Святой Сывлӑш илтӗр-и?» – тенӗ вӑл вӗренекенсене. «Эпир Святой Сывлӑш пур тенине те илтмен», – тавӑрнӑ лешсем. 3 «Апла пулсан эсир мӗнле ӗненӳпе тӗне кӗнӗ-ха?» – ыйтнӑ вара Павел. «Эпир Иоанн вӗрентнӗ пек шыва кӗтӗмӗр», – хуравланӑ вӗсем. 4 «Иоанн ҫылӑхран ӳкӗнтерсе шыва кӗртнӗ. Вӑл халӑха хӑй хыҫҫӑн Килекене, Христос Иисуса ӗненме ӳкӗтленӗ», – тенӗ вара Павел. 5 Ҫакна илтсен вӗсем Иисус Хуҫамӑр ячӗпе тӗне кӗнӗ. 6 Павел вӗсем ҫине аллине хурсан, вӗсем ҫине Святой Сывлӑш аннӑ. Вара вӗсем хӑйсем малтан пӗлмен чӗлхесемпе тата пророкла калаҫа пуҫланӑ. 7 Пурӗ вӗсем вун икӗ ҫынна яхӑн пулнӑ.
8 Павел пӗр хӑрамасӑрах синагогӑра виҫӗ уйӑх ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. Вӑл ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен питӗ ӗнентермелле кала-кала кӑтартнӑ. 9 Анчах та хӑшӗ-пӗрисем ӗненмен. Вӗсем ҫиллисене ниҫта шӑнӑҫтараймасӑр Хуҫа Туррӑмӑрӑн ҫулне халӑх умӗнчех хурла пуҫланӑ. Ҫавӑнпа Павел вӗренекенӗсене хӑйпе пӗрле илсе унтан пӑрахса кайнӑ, Тиранн ятлӑ ҫыннӑн училищинче вӗсене куллен ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. 10 Ҫапла пӗр икӗ ҫул та иртнӗ. Ҫавӑнпа Асире пурӑнакансем пурте – иудейсем те, грексем те – Иисус Хуҫамӑр ҫинчен пӗлтернӗ ӳкӗте илтнӗ.
Скева ывӑлӗсем
11 Турӑ Павел урлӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем нумай тунӑ. 12 Чирлисене Павелӑн ал шӑллийӗпе е саппунӗпе витсен, лешсем сывалнӑ. Вӗсен ӑшӗнчи усал сывлӑшсем те туха-туха тарнӑ. 13 Ялтан яла ҫӳресе усал сывлӑш ернисене сыватакан иудейсен хӑш-пӗр тухатмӑшӗсем те Иисус Хуҫамӑр ятне асӑна пуҫланӑ: «Сире, усал сывлӑшсене, Павел ӳкӗтлесе вӗрентекен Иисус ячӗпе тухма хушатпӑр!» – тесе тухатнӑ вӗсем. 14 Иудейсен Скева ятлӑ аслӑ священникӗн ҫичӗ ывӑлӗ ҫапла хӑтланса ҫӳренӗ. 15 Анчах та усал сывлӑш вӗсене каланӑ: «Иисуса та пӗлетӗп, Павела та пӗлетӗп, эсир вара кам пулатӑр?» 16 Унтан усал сывлӑш ернӗ ҫын тухатмӑшсем ҫине ҫав тери вӑйлӑн сиксе ӳкнӗ те вӗсене парӑнтарнӑ. Вара вӗсем, хӗнесе пӗтернӗскерсем, ҫав ҫуртран ҫарамасах тухса тарнӑ. 17 Ефесра пурӑнакан иудейсемпе грексем ҫак ӗҫ ҫинчен пӗлсен хӑраса ӳкнӗ. Ҫавӑнтанпа пурте Иисус Хуҫамӑр ятне хисеплеме пуҫланӑ. 18 Вара Хуҫамӑра ӗненекен нумай ҫын пыра-пыра хӑйсен ӗҫӗсем пирки пӗр пытармасӑр каласа кӑтартнӑ. 19 Чылай тухатмӑш-юмӑҫ та, хӑйсен ӑрӑм кӗнекисене пӗр ҫӗре пухса, пӗтӗм халӑх умӗнче ҫунтарса янӑ. Унтан ҫунтарса янӑ кӗнекесен хакне шутласа пӑхнӑ, вӗсен хакӗ аллӑ пин кӗмӗл укҫана яхӑн пулнӑ. 20 Ҫакнашкал хӑватлӑн сарӑлса, вӑй илсе пынӑ Хуҫамӑр сӑмахӗ.
Ефесри пӑлхав
21 Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Павел Македонипе Ахаия урлӑ Иерусалима кайма шут тытнӑ. «Иерусалимран вара манӑн Рима каймалла», – тенӗ вӑл. 22 Унтан вӑл хӑйӗн икӗ пулӑшаканне, Тимофейпа Ераста, Македонине янӑ, хӑй вара вӑхӑтлӑха Асирех юлнӑ.
23 Ҫав вӑхӑтра Хуҫамӑрӑн вӗрентӗвне хирӗҫ пысӑк пӑлхав пуҫланнӑ. 24 Димитрий ятлӑ пӗр кӗмӗл ӑсти пулнӑ. Ҫавскер грексен Артемида туррине кӗлтумалли ҫуртӑн пӗчӗк ӗлкине кӗмӗлтен туса сутса пурӑннӑ, ҫак ӗҫпе ытти ӑстасем те нумай тупӑш илнӗ. 25 Димитрий кӗмӗлҫӗсене тата ытти ӑстасене пухнӑ та ҫапла каланӑ: «Тусӑмсем! Эпир тулӑх пурӑнасси ҫак ал ӑсталӑхӗнчен килнине пурте пӗлетпӗр. 26 Акӑ халӗ хӑвӑрах курса-илтсе тӑратӑр: Павел текенскер Ефес ҫыннисене кӑна мар, пӗтӗм Аси халӑхне тенӗ пекех, этем аллипе ӑсталанӑ япаласем турӑ мар тесе, хӑйӗн ӗненӗвӗ енне ҫавӑрчӗ. 27 Пирӗншӗн кунашкал вӗрентӳ питӗ сиенлӗ. Хамӑр ал ӑсталӑхӗ хисепрен тухни тем мар-ха, аслӑ Артемида турра кӗлтумалли ҫурт та пӑрахӑҫа тухӗ. Пӗтӗм Аси, пӗтӗм тӗнче хисеплесе пуҫҫапакан Артемида туррӑн чапӗ пӗтсе ларӗ». 28 Ҫакна илтсен ыттисем пурте питӗ ҫилленсе кайнӑ. «Ефесри Артемида аслӑ!» – тесе кӑшкӑра пуҫланӑ вӗсем. 29 Часах пӗтӗм хула халӑхӗ пӑлханса кайнӑ. Ҫынсем Павелпа пӗрле Македонирен пынӑ Гаийпе Аристарха ярса тытнӑ. Вара пурте пӗр ҫын пек пулса вӗсене театр кӑтартмалли вырӑна сӗтӗрсе кайнӑ. 30 Павел халӑх хушшине кӗресшӗн пулнӑ, анчах та вӗренекенӗсем ӑна чарнӑ. 31 Ҫавӑн пекех Павелпа туслӑ хӑш-пӗр Аси пуҫлӑхӗсем те ӑна театр вырӑнне пырса ан курӑн тесе калама ҫынсем янӑ. 32 Пухура ним йӗрки те пулман: пӗри пӗр тӗрлӗ, тепри тепӗр тӗрлӗ кӑшкӑрашнӑ. Пухӑннисенчен чылайӑшӗ вара хӑйсем кунта мӗншӗн пуҫтарӑннине те пӗлмен. 33 Иудейсем сӗннипе халӑх хушшинчен Александр ятлӑ ҫынна чӗнсе кӑларнӑ. Вӑл, аллипе паллӑ кӑтартса, халӑха шӑпланма ыйтнӑ. 34 Анчах та вӑл иудей пулнине пӗлсессӗнех пурте пӗр харӑс: «Ефесри Артемида аслӑ!» – тесе кӑшкӑрса янӑ. Ҫапла вӗсем пӗр-икӗ сехете яхӑн кӑшкӑрашнӑ. 35 Унтан халӑх умне йӗрке хуралҫи тухнӑ та лӑплантарса каланӑ: «Эй, Ефес ҫыннисем! Ефес хули аслӑ Артемидӑшӑн тата Диопетшӑн епле тӑрӑшнине кам пӗлмест пулӗ? 36 Эппин, кун пирки тавлашмалли те ҫук пулсан, сирӗн лӑпланмалла, хыпкаланса ӳкмелле мар. 37 Эсир вара кунта ҫак ҫынсене вӑйпах сӗтӗрсе килтӗр. Вӗсем Артемидӑн кӗлӗ ҫуртне те ҫаратман, сирӗн туррӑра та хурламан. 38 Енчен те Димитрийпе ытти ӑстасем кама та пулин явап тыттарас теҫҫӗ пулсан, пирӗн ҫав ӗҫсене тума суд та, Рим лартнӑ пуҫлӑхсем те пур: вӗсем пӗр-пӗрне кунта мар, ҫавсем умӗнче айӑплаччӑр. 39 Сирӗн тата мӗнле те пулин урӑх ыйту таврашӗ пур пулсан, ӑна йӗркене пӑхӑнса пуҫтарнӑ халӑх пухӑвӗнче татса парӗҫ. 40 Паянхи ӗҫ-пуҫшӑн пире хамӑра пӑлхав ҫӗкленӗ тесе айӑплама пултарасран пирӗн асӑрханмалла. Халӑх пухӑннине тӳрре кӑларма пирӗн нимӗнле сӑлтав та ҫук». Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл вара пухӑва салатнӑ.
20Павел Македонипе Грецире
1 Пӑлхав чарӑнсан Павел вӗренекенсене чӗнсе илсе хавхалантарнӑ, ӳкӗтленӗ, вара сывпуллашнӑ та Македонине тухса кайнӑ. 2 Македони витӗр тухнӑ чухне те вӑл ҫул тӑршшӗпех, Грецие ҫитичченех, Иисуса ӗненекенсене пит нумай ӳкӗтлесе хавхалантарнӑ. 3 Грецире Павел виҫӗ уйӑх пурӑннӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл Сирие тинӗспе кайма шут тытнӑ, анчах та иудейсем хӑйне хирӗҫ кавар тунӑ пирки каялла Македони урлах тавӑрӑнма шухӑшланӑ. 4 Унпа пӗрле Аси таранах Вери ҫынни Пирр Сосипатрӗ, фессалоникӑсем Аристархпа Секунд, Дерви ҫынни Гаий, Тимофей тата асисем Тихикпа Трофим пынӑ. 5 Вӗсем маларах кайса пире Троадӑра кӗтме пулчӗҫ. 6 Эпир вара, тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн кунӗсем иртсен, Филиппы хулинчен караппа тухрӑмӑр. Унтан тепӗр пилӗк кунтан Троадӑра вӗсемпе тӗл пултӑмӑр, унта ҫичӗ кун пурӑнтӑмӑр.
Евтиха вилӗмрен чӗртни
7 Эрнен малтанхи кунӗнче эпир пурте ҫӑкӑр хуҫса ҫимелли йӑлана тума пухӑнтӑмӑр. Тепӗр куннех ҫула тухма шут тытнӑран Павел вӗренекенсемпе ҫур ҫӗрчченех калаҫрӗ. 8 Эпир пухӑннӑ хӑтлӑ пӳлӗмре ҫутаткӑҫсем нумайччӗ. 9 Чӳрече янаххи ҫинче Евтих ятлӑ пӗр ҫамрӑк ларатчӗ. Ҫавскер Павелӑн вӑраха кайнӑ сӑмахне итлесе ларнӑ май ҫывӑрах кайнӑ. Вара ыйхӑ тӗлӗшпе виҫҫӗмӗш хутран ҫӗре персе анчӗ. Ӑна ҫӗклесе тӑратнӑ чухне вӑл вилсе те кайнӑччӗ ӗнтӗ. 10 Павел анчӗ те, ҫамрӑк ҫын ҫине пӗшкӗнсе, ӑна ыталаса илчӗ. «Ан кулянӑр, – терӗ вӑл, – унӑн чунӗ тухман-ха!» 11 Унтан Павел ҫӳлти хута хӑпарса ҫӑкӑр хуҫса ҫирӗ. Ҫапла вӑл тул ҫутӑличченех калаҫса ларчӗ, кайран ҫула тухса кайрӗ. 12 Ҫав вӑхӑтрах хайхи ҫамрӑк ҫынна, чӗрӗскерне, ҫавӑтса кӗчӗҫ. Ӑна курсан пурте савӑнмаллипех савӑнчӗҫ.
Троадӑран Милита кайни
13 Павел ҫула тухичченех эпир карап ҫине лартӑмӑр та ӑна хамӑрпа илмешкӗн Асс хулине ишсе кайрӑмӑр. Мӗншӗн тесен, хӑй ҫуран кайма пулнӑран, вӑл пире ҫапла тума хушса хӑварнӑччӗ. 14 Эпир унпа Асра тӗл пултӑмӑр та ӑна лартса Митилинӑна пырса ҫитрӗмӗр. 15 Унтан ишсе кайса тепӗр кунне эпир Хиос утравӗ патӗнче чарӑнтӑмӑр, тата тепӗр кунне вара Самоса ҫитрӗмӗр. Унтан Трогиллине кӗрсе тухрӑмӑр та тепӗр кунне Милита пытӑмӑр. 16 Асире вӑхӑта ытлашши ирттерес мар тесе Павел Ефеса кӗрсе тӑрас темерӗ. Мӗншӗн тесен, ӗлкӗрейсен, аллӑмӗш кун уявӗ тӗлне вӑл Иерусалимра пуласчӗ тесе васкарӗ.
Павел Ефесри пресвитерсемпе калаҫни
17 Вӑл Милитран Ефеса ҫынсем ярса унти ӗненекен ушкӑн пресвитерӗсене чӗнтерсе пычӗ. 18 Вӗсем ун патне пухӑнсан, Павел вӗсене ҫапла каларӗ: «Асие килнӗренпех, малтанхи кунран пуҫласах, эпӗ яланах сирӗнпе пулнине эсир пӗлетӗр. 19 Иудейсен усал шухӑшӗсене пула хӗн-хур курса нумай куҫҫуль тӑкма лекрӗ пулин те, эпӗ пӗтӗм йӑвашлӑхӑмпа Хуҫамӑршӑн ӗҫлерӗм. 20 Пӗтӗм халӑх умӗнче е килрен киле ҫӳресе кирек мӗн пирки ӳкӗтлесен те, кирек мӗн вӗрентсен те, сире усӑллине мӗн те пулин каламасӑр хӑварас марччӗ терӗм. 21 Эпӗ иудейсене те, грексене те Турӑ умӗнче ӳкӗнмелли ҫинчен, Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненмелли ҫинчен хыпарларӑм. 22 Халӗ ӗнтӗ, Святой Сывлӑшӑн туртӑмне пӑхӑнса, манӑн Иерусалима каймалла. Эпӗ унта хама мӗн кӗтнине те пӗлместӗп. 23 Мӗн пӗлетӗп-ха? Мана тӗрме тата хуйхӑ кӗтни ҫинчен Святой Сывлӑш кашни хуларах асӑрхаттарать. 24 Анчах та эпӗ ниме те пӑхса тӑмастӑп, пурнӑҫӑма шеллеместӗп, Иисус Хуҫамӑр хама шанса панӑ ӗҫӗме – Турӑ тивлечӗллӗ Ырӑ Хыпара ӳкӗтлесе вӗрентессине – вӗҫне ҫити хавасланса туса тӑраясчӗ кӑна. 25 Эпӗ сирӗн хушшӑрта Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентрӗм. Ӗнтӗ тек эсир мана кураяс ҫуккине пӗлетӗп. 26 Ҫавӑнпа паянах сире пӗлтерес терӗм: сирӗнтен хӑшӗ те пулин ҫӑлӑнаймасан, эпӗ айӑплӑ мар. 27 Мӗншӗн тесен эпӗ сире Турӑ ирӗкӗ ҫинчен мӗн хыпарламаллине йӑлтах каларӑм. 28 Ҫапла вара, сыхланса пурӑнӑр, пӗтӗм кӗтӗве те сыхлӑр. Сире ҫав кӗтӗве пӑхма Святой Сывлӑш шанса панӑ. Ӗненекен ушкӑн кӗтӳҫисем пулӑр. Ҫав ушкӑна – Хуҫамӑрӑн тата Туррӑн Чиркӗвне – Вӑл Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ. 29 Эпӗ кайнӑ хыҫҫӑн кӗтӗве хӗрхенмен тискер кашкӑрсем сирӗн патӑра пырасса пӗлетӗп. 30 Вӗренекенсене хӑйсем хыҫҫӑн илсе каяс тесе ултавлӑ калаҫакансем хӑвӑр хушшӑртанах тупӑнӗҫ. 31 Ҫавӑнпа ӗнтӗ сыхӑ тӑрӑр! Эпӗ сирӗнтен кашнинех виҫӗ ҫула яхӑн кунӗн-ҫӗрӗн, куҫҫуль тухичченех вӗрентсе пурӑннине ан манӑр. 32 Эй, тӑванӑмсем! Халӗ ӗнтӗ эпӗ сире Турӑ аллине, Унӑн тивлетлӗ сӑмахӗн хӳттине шанса парса хӑваратӑп. Турӑ сӑмахӗ сире ӳкӗтлесех тӑма та, мӗн пур сӑвапласа тасатнисемпе пӗрле еткерне пама та пултарӗ. 33 Эпӗ никамран та ылтӑн-кӗмӗл те, ҫи-пуҫ та илесшӗн пулмарӑм. 34 Хама тата юлташӑмсене кирлине хамӑн ҫак аллӑмсемпе ӗҫлесе илнине эсир пӗлетӗр. 35 Ҫапла тӑрӑшса халсӑррисене пулӑшмаллине, Иисус Хуҫамӑр сӑмахне асра тытмаллине эпӗ сире хамӑн тӗслӗхӗмпе кӑтартса патӑм. Иисус Хӑй ҫапла каланӑ: „Парасси илессинчен пахарах“».
36 Ҫак сӑмахсене каласан Павел чӗркуҫленсе ларнӑ та ыттисемпе пӗрле кӗлтунӑ. 37 Ҫавӑн чухне пурте йӗрсех янӑ, Павела ытала-ытала чуптунӑ. 38 Тек эсир мана кураяс ҫук тесе каланӑ Павелӑн сӑмахӗсем вӗсен чунӗсене уйрӑммӑнах хытӑ пырса тивнӗ. Кайран вӗсем ӑна карап патне ҫитичченех ӑсатса янӑ.
21Иерусалима кайни
1 Эпир, вӗсенчен уйӑрӑлсан, тинӗспе ишсе тӳрех Коса пытӑмӑр. Тепӗр кунне Родоса, унтан Патарӑна ҫитрӗмӗр. 2 Унта Финикине каякан пӗр карап тупрӑмӑр та ҫавӑн ҫине ларса ҫула тухрӑмӑр. 3 Кипр утравӗ курӑна пуҫласан, ӑна сулахая хӑварса Сирие ишсе кайрӑмӑр. Карап ҫинчи тиеве Тир хулинче пушатмалла пулнӑран эпир ҫав хула ҫыранӗнче чарӑнтӑмӑр. 4 Унта эпир Иисуса ӗненекенсене шыраса тупрӑмӑр та ҫичӗ кун пурӑнтӑмӑр. Святой Сывлӑш систернипе вӗсем Павела Иерусалима ярасшӑн марччӗ. 5 Кайма вӑхӑт ҫитсен эпир каллех ҫула тухрӑмӑр. Иисуса ӗненекенсем, арӑмӗсемпе тата ачисемпе пӗрлех, пире хуларан тухичченех ӑсатса ячӗҫ. Тинӗс хӗрринче вара чӗркуҫленсе ларсах кӗлтурӑмӑр. 6 Унтан пӗр-пӗринпе сывпуллашрӑмӑр та, эпир карап ҫине лартӑмӑр, вӗсем килӗсене тавӑрӑнчӗҫ.
7 Ҫапла эпир тинӗспе Тиртан Птолемаидӑна ҫитрӗмӗр; унта тӑвансемпе курнӑҫрӑмӑр та вӗсем патӗнчех кун каҫрӑмӑр. 8 Тепӗр кунне Павел тата эпир, унпа пӗрле ҫӳрекенсем, ҫула тухрӑмӑр та Кесарине ҫитрӗмӗр. Унта эпир Ырӑ Хыпар саракан Филипп патӗнче пурӑнтӑмӑр. Вӑл ҫичӗ диаконран пӗриччӗ. 9 Филипӑн пророкла калаҫакан тӑватӑ хӗрӗ пурччӗ. 10 Вӗсем патӗнче эпир чылай пурӑнтӑмӑр. Ҫав вӑхӑтра Иудейӑран пӗр Агав ятлӑ пророк пычӗ. 11 Пирӗн пата кӗрсен вӑл Павел пиҫиххине илчӗ те хӑйӗн алли-урине ҫыхса лартрӗ. «Мана Святой Сывлӑш ҫапла калать, – терӗ вӑл унтан. – Ҫак пиҫиххи камӑн, ҫавна иудейсем Иерусалимра ҫапла тытса ҫыхӗҫ те урӑх халӑх ҫыннисен аллине парӗҫ». 12 Ҫакна илтсен эпир те, унти ытти ҫынсем те Павела: «Иерусалима ан кай», – тесе тархасларӑмӑр. 13 «Мӗн тӑватӑр эсир? Мӗншӗн йӗрсе чӗреме ҫуратӑр? – терӗ пире Павел. – Эпӗ Иисус Хуҫамӑр ячӗшӗн Иерусалимра хама ҫыхса пӑрахтарма кӑна мар, вилме те хатӗр». 14 Ӑна ӳкӗте кӗртсе пулмарӗ. «Хуҫа Турӑ ирӗкӗ пултӑр эппин!» – терӗмӗр те лӑплантӑмӑр.
15 Вӗсем патӗнче пурӑннӑ хыҫҫӑн эпир ҫула пуҫтарӑнтӑмӑр та Иерусалима кайма тухрӑмӑр. 16 Пирӗнпе пӗрле Кесарири хӑш-пӗр вӗренекенсем те пычӗҫ. Вӗсем пире пӗр Мнасон ятлӑ Кипр ҫынни патне хваттере кӗртме пулчӗҫ. Ҫак Кипр ҫынни тахҫантанпах Иисус вӗренекенӗ пулнӑ-мӗн.
Павел Иаков патӗнче
17 Иерусалима ҫитсен ӗненекен тӑвансем пире питӗ хапӑлласа йышӑнчӗҫ. 18 Тепӗр кунне эпир Павелпа пӗрле Иаков патне кайрӑмӑр. Унта пресвитерсем пурте пухӑнчӗҫ. 19 Павел вӗсене саламларӗ те Турӑ хӑйӗн урлӑ урӑх халӑхсем хушшинче мӗн-мӗн тунине тӗпӗ-йӗрӗпе каласа кӑтартрӗ. 20 Ун сӑмахне итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсем Турра мухтарӗҫ. Унтан Павела ҫапла каларӗҫ: «Иисуса ӗненекенсем хушшинче миҫе пин иудей пулнине куратӑн-и, тӑванӑм? Вӗсем пурте Моисей саккунне ҫирӗп пӑхӑнса пурӑнаҫҫӗ. 21 Сан пирки вара вӗсем тӗрлӗ сӑмах илтсе пӗтнӗ. Эсӗ ытти халӑхсем хушшинче пурӑнакан иудейсене авалхи йӑласене тытса пыма та, ачисен ӳчӗсене кастарма та чарасшӑн имӗш. Ҫапла майпа эсӗ Моисей саккунне пӑрахма вӗрентетӗн тесе калаҫкалаҫҫӗ. 22 Мӗскер тумалла? Ахӑртнех, халӑх нумай пуҫтарӑнать пулӗ, мӗншӗн тесен вӗсем эсӗ килсе ҫитнине пӗлӗҫ. 23 Ҫавӑнпа та эпир мӗн хушнине тусамччӗ. Пирӗн хушӑра Моисей саккунӗпе тупа тунӑ тӑватӑ ҫын пур. 24 Эсӗ вӗсене хӑвпа ил те вӗсемпе пӗрле тасалу йӑлине туса ирттер. Вӗсен Турра парне кӳнӗ тӑкакӗсене ху ҫине ил, унтан вӗсем ҫӳҫӗсене кастарччӑр. Вара пурте сан пирки илтнӗ сӑмах суя пулнине, эсӗ ху та Моисей саккунне тытса пынине курӗҫ. 25 Ӗненекен урӑх халӑх ҫыннисем патне вара эпир ҫапла ҫыру ятӑмӑр: чӳклесе панӑ апат-ҫимӗҫе ан ҫийӗр, апат-ҫимӗҫе юнран, пӑвса вӗлернӗ выльӑх-чӗрлӗх ашӗнчен ан хатӗрлӗр, аскӑнлӑхран сыхланӑр. Ҫаксене тытса пыни ҫителӗклӗ ». 26 Унтан Павел ҫак тупа тунӑ ҫынсене хӑйпе пӗрле илсе тасалу йӑлине туса ирттерчӗ. Тепӗр кунне вӑл Турӑ Ҫуртне кӗрсе тасалу йӑли хӑҫан вӗҫленессине тата кашнишӗн Турра хӑҫан парне парассине пӗлтерчӗ.
Павела тытни
27 Тасалу йӑлине тума пуҫлани ҫичӗ кун ҫитнӗ. Асири темиҫе иудей, Павела Турӑ Ҫуртӗнче курсан, халӑха хӗтӗртсе янӑ та ӑна тытнӑ. 28 Хӑйсем ҫапла кӑшкӑра пуҫланӑ: «Эй, Израиль ҫыннисем! Пулӑшӑр! Ҫак ҫын пур ҫӗрте те хамӑра хирӗҫле, хамӑр саккуна хирӗҫле, Турӑ Ҫуртне хирӗҫле вӗрентӳ сарса ҫӳрет. Ҫитменнине вӑл халӗ тата, Турӑ Ҫуртне грексене ертсе килсе, ҫак сӑваплӑ вырӑна ирсӗрлетрӗ!» 29 Вӗсем кӑшт маларах Павела хулара Трофим ятлӑ Ефес ҫыннипе пӗрле курнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсем Павел Трофима та Турӑ Ҫуртне илсе кӗнӗ пулӗ тесе шухӑшланӑ. 30 Хула халӑхӗ хускалса кайнӑ, Турӑ Ҫурчӗ патне халӑх пухӑнса тулнӑ. Унтан Павела тытса Турӑ Ҫуртӗнчен сӗтӗрсе тухнӑ та алӑкӗсене питӗрсе илнӗ. 31 Вӗсем ӑна вӗлерме те хатӗрленнӗ ӗнтӗ, анчах та пинпӗве пӗтӗм Иерусалим пӑлханни ҫинчен пӗлтерме ӗлкӗрнӗ. 32 Лешӗ вара тӳрех, ҫӗрпӳсемпе салтаксене пӗрле илсе, халӑх пуҫтарӑннӑ ҫӗре васканӑ. Вӗсене асӑрхасан тин халӑх Павела хӗнеме чарӑннӑ. 33 Ҫавӑн чухне пинпӳ ҫывӑхарах пынӑ та Павела тытса икӗ сӑнчӑрпа ҫыхса лартма хушнӑ. «Мӗнле ҫын ку? Мӗн турӗ вӑл?» – тесе ыйтнӑ унтан вӑл халӑхран. 34 Халӑх хушшинчен пӗри пӗр тӗрлӗ, тепри тепӗр тӗрлӗ кӑшкӑрнӑ. Кунашкал пӑтрашура тӗрӗссине нимӗн те пӗлме май килменрен пинпӳ ӑна крепоҫе илсе кайма хушнӑ. 35 Картлашкапа хӑпарнӑ чух халӑх кӗпӗрленнӗрен салтаксен ӑна йӑтса хӑпарма тивнӗ, 36 мӗншӗн тесен хыҫалтан темӗн чухлӗ халӑх: «Вӗлерес ӑна!» – тесе кӑшкӑрашса пынӑ. 37 Крепоҫе кӗнӗ чухне Павел пинпӳрен ыйтнӑ: «Ман сана каламалли пур. Калама юрать-и?» «Эсӗ грекла та пӗлетӗн-им? – тенӗ лешӗ. 38 – Нумаях пулмасть пӗр Египет ҫынни, хулара пӑлхав ҫӗклесе, хӑйпе пӗрле пуш хире тӑватӑ пине яхӑн вӑрӑ-хурах ертсе кайнӑччӗ. Грекла пӗлетӗн пулсан, эсӗ ҫав ҫын пулмарӑн апла?» 39 «Эпӗ Киликири пурте пӗлекен Тарс хулинче ҫуралнӑ иудей, – тенӗ Павел. – Тархасшӑн, халӑх умӗнче сӑмах калама ирӗк парсам мана». 40 Хӑйне калаҫма ирӗк парсан, Павел пусма картлашки ҫинчен, халӑха шӑпланма ыйтса, аллипе паллӑ кӑтартнӑ. Пурте шӑплансан вӑл еврейла ҫапла кала пуҫланӑ.
22Павел хӑйне хӳтӗлесе каланӑ сӑмах
1 «Эй, тӑван ҫынсем! Сумлӑ ватӑсем! Халӗ ӗнтӗ хама хӳтӗлесе каланине итлеме кӑмӑл тусамӑрччӗ!» 2 Хӑйсемпе Павел еврейла калаҫа пуҫланине илтсен вӗсем шӑпӑртах пулнӑ. 3 «Эпӗ Киликири Тарс хулинче ҫуралнӑ иудей, – тенӗ вӑл, – кунта, Иерусалимра, мана Гамалиил вӗрентсе ӳстернӗ. Эпӗ те сирнешкелех мӑн асаттемӗрсен саккунне тӗрӗс тытса пыракан, Турӑшӑн тӑрӑшакан ҫын. 4 Иисус вӗрентӗвӗ хыҫҫӑн каякансене эпӗ хам та вӗлересле хӗсӗрлерӗм; арҫынӗсене те, хӗрарӑмӗсене те тытса ҫыхса тӗрмене хуптартӑм. 5 Ку чӑнах ҫапла пулнине аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Мана вӗсем Дамаскри тӑвансем валли ҫыру та ҫырса парса янӑччӗ. Вара эпӗ, унта ӗненекенсене сӑнчӑрласа Иерусалима асаплантарма илсе килес тесе, ҫула тухрӑм. 6 Хайхи Дамаскалла ҫывхарса пынӑ чухне, кӑнтӑрла тӗлӗнче, сасартӑк тӳперен ман тӗле куҫа шартармалла ҫутӑ анчӗ. 7 Эпӗ ҫӗре ӳкрӗм те хама калакан сасса илтрӗм. „Савл, Савл! – терӗ ҫав сасӑ. – Мӗншӗн эсӗ Мана хӗсӗрлетӗн?“ 8 Эпӗ Ӑна хирӗҫ: „Кам пултӑн Эсӗ?“ – терӗм. Вара Вӑл мана ҫапла каларӗ: „Эпӗ – эсӗ хӗсӗрлекен Назорей Иисус“. 9 Манпа пӗрле пыракансем ҫутта курсан хӑраса ӳкнӗ пулнӑ, анчах та манпа Калаҫаканӑн сассине илтмен. 10 „Турӑҫӑм! – терӗм эпӗ ҫавӑн чухне. – Мӗн тӑвас-ха манӑн?“ „Тӑр та Дамаска кай, – тавӑрчӗ мана Хуҫамӑр, – хӑвна мӗн тума пӳрнине унта сана йӑлтах калӗҫ“. 11 Дамаска мана хампа пӗрле пыракансем алран ҫавӑтса илсе пычӗҫ, мӗншӗн тесен ҫав ҫутӑ хӑвачӗпе эпӗ куҫсӑр пулса ларнӑччӗ. 12 Унта ман патӑма пӗр Анания ятлӑ ҫын пычӗ. Моисей саккунне ҫирӗп тытса пурӑннӑран ӑна Дамаскри иудейсем пурте питӗ хисепленӗ. Анания ман ума пырса тӑчӗ те каларӗ: „Савл тӑванӑм! Куракан пул!“ Эпӗ ҫав самантрах ӑна куртӑм. 14 Вара вӑл мана каларӗ: „Мӑн асаттемӗрсен Турри Хӑй ирӗкне пӗлтерес тесе, Тӳрӗ Христоса кӑтартас тесе, Хӑйӗн ҫӑварӗнчен тухакан сӑмаха итлеттерес тесе сана малтанах суйласа илнӗ. 15 Мӗншӗн тесен эсӗ пур ҫын умӗнче те Ун ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерӗн, ху мӗн курни-илтни ҫинчен каласа параканӗ пулӑн. 16 Ҫапла ӗнтӗ, мӗншӗн вӑраха яратӑн? Халех тӑр та Иисус Хуҫамӑр ячӗпе шыва кӗрсе ҫылӑхусенчен тасал“. 17 Унтан, Иерусалима тавӑрӑнсан, Турӑ Ҫуртӗнче кӗлтунӑ чухне эпӗ питӗ хавхаланса кайрӑм. 18 Вара Ӑна куртӑм. „Часрах Иерусалимран тухса кай, – терӗ Вӑл мана, – мӗншӗн тесен эсӗ Ман ҫинчен ҫирӗплетсе каланине кунтисем йышӑнмӗҫ“. 19 „Турӑҫӑм! – терӗм вара эпӗ. – Сана ӗненекенсене эпӗ тӗрмене хуптарнине, синагогӑсенче епле хӗненине вӗсем пӗлсе тӑраҫҫӗ-ҫке. 20 Сан ҫинчен ҫирӗплетсе калакан Стефан юнне тӑкнӑ чухне эпӗ хам та, ӑна вӗлернине ырласа, хӗнекенсен тумтирӗсене сыхласа унтах тӑтӑм“. 21 Вара Хуҫамӑр мана ҫапла каларӗ: „Каях, Эпӗ сана инҫене, урӑх халӑхсем патне яратӑп“».
Павел пинпӳ умӗнче
22 Ҫак сӑмахсене каличчен халӑх Павела итлес тесех итленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара кӑшкӑрашма пуҫланӑ: «Кунашкал ҫын ҫӗр питӗнчен ҫухалтӑр! Вӑл пурӑнма тивӗҫ мар!» 23 Вӗсем ҫаплах кӑшкӑрашнӑ, тумтирӗсене хыва-хыва пенӗ, ывӑҫла-ывӑҫла ҫӳлелле тусан сапнӑ. 24 Ҫав вӑхӑтра пинпӳ Павела крепоҫе илсе кӗртме хушнӑ. Халӑх мӗн сӑлтавпа ӑна хирӗҫ пулнине, кӑшкӑрашнине пӗлес тесе вӑл Павела чӗн пушӑпа ҫаптарма хушнӑ. 25 Анчах та хӑйне тӑсса хурса чӗнсемпе ҫыхсан Павел юнашар тӑракан ҫӗрпӗве ҫапла каланӑ: «Рим гражданинне судсӑр-мӗнсӗрех ҫаптарма сире кам ирӗк панӑ?» 26 Ҫӗрпӳ, ҫак сӑмахсене илтсен, пинпӳ патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Мӗн тӑвасшӑн эсир? Ку ҫын Рим гражданинӗ-ҫке!» 27 Вара пинпӳ Павел патне пырса ыйтнӑ: «Эсӗ чӑнах та Рим гражданинӗ-и?» «Чӑнах», – тенӗ Павел. 28 «Рим гражданлӑхне илес тесе нумай укҫа-тенкӗ тӑккаламалла пулчӗ манӑн», – тенӗ пинпӳ. «Эпӗ вара Рим гражданинӗ пулса ҫуралнӑ», – хушса хунӑ Павел. 29 Ӑна асаплантарма хатӗрленнисем ҫавӑнтах ун патӗнчен пӑрахса кайнӑ. Пинпӳ хӑй Рим гражданинне ҫыхтарнине пӗлнӗ хыҫҫӑн шикленсе ӳкнӗ. 30 Тепӗр кунне пинпӳ, иудейсем Павела мӗншӗн айӑпланине тӗплӗн пӗлес тесе, ӑна тимӗрленӗ сӑнчӑрсене вӗҫерттернӗ. Унтан вӑл аслӑ священниксене тата синедрионра ларакан ытти ҫынсене пурне те пухӑнма ыйтнӑ. Вара Павела унта илсе пынӑ та пуху умне кӑларса тӑратнӑ.
23Павел синедрион канашӗ умӗнче
1 Павел синедрионра ларакансем ҫине пӑхса ҫапла каланӑ: «Эй, тӑван ҫыннӑмӑрсем! Эпӗ мӗн ҫак кунчченех Турӑ умӗнче таса кӑмӑлпа пурӑнтӑм». 2 Анчах та аслӑ священник Анания Павелпа юнашар тӑракансене ӑна тутинчен ҫапма хушнӑ. 3 Павел вара каланӑ: «Эй, хура чунна шурӑпа сӑрланӑскер, Турӑ сана та ҫапӗ-ха! Сана кунта мана саккунпа суд тума лартнӑ, эсӗ вара, мана ҫапма хушса, саккуна ху пӑсатӑн!» 4 «Эсӗ Туррӑн аслӑ священникне хурлатӑн-и-ха?» – тенӗ юнашар тӑракансем. 5 Вара Павел каланӑ: «Тӑванӑмсем! Вӑл аслӑ священник пулнине эпӗ пӗлмен. Ҫырнинче чӑнах та ҫапла калани пур: „Хӑвӑн халӑхун пуҫлӑхне усал сӑмах ан кала“». 6 Синедрионра ларакансен пӗр пайӗ саддукейсем, тепӗр пайӗ фарисейсем пулнине Павел пӗлнӗ. Ҫавӑнпа вӑл канаш умӗнчех хыттӑн ҫапла каланӑ: «Эй, тӑван ҫыннӑмсем! Эпӗ фарисей, фарисей ывӑлӗ, мана вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса шанса пурӑннӑшӑн суд тӑваҫҫӗ». 7 Ҫак сӑмахсене каласанах фарисейсемпе саддукейсем тавлашса кайнӑ, вара пуху икӗ пая уйӑрӑлнӑ. 8 Мӗншӗн тесен саддукейсем вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси те, ангелсем те, усал сывлӑшсем те ҫук теҫҫӗ. Фарисейсем вара ҫаксем пурте пур тесе ӗненеҫҫӗ. 9 Пуху кӗрлесех кайнӑ: Моисей саккунне вӗрентекен хӑш-пӗр фарисейсем ура ҫине сиксе тӑрсах тавлаша пуҫланӑ. «Ку ҫынна айӑплама эпир нимле сӑлтав та курмастпӑр, – тенӗ вӗсем. – Тен, ҫак ҫын чӗлхи-ҫӑварӗпе ангел е Сывлӑш калаҫнӑ-ха? Турра хирӗҫ каяр мар». 10 Тавлашу хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пынӑ. Тавлашакансем Павела туртса ҫурасран шикленсе, пинпӳ салтаксене Павела пухуран илсе тухса крепоҫе леҫме хушнӑ.
11 Тепӗр каҫхине вара ӑна Хуҫамӑр курӑннӑ. «Хастар пул! – тенӗ Вӑл. – Эсӗ Ман пирки Иерусалимра мӗнле ҫирӗплетсе пӗлтертӗн, Римра та ҫавнашкалах пӗлтерӗн-ха».
Павела хирӗҫ тунӑ кавар
12 Тепӗр кун ирхине хӑш-пӗр иудейсем пуҫтарӑннӑ та Павела вӗлерме кавар тунӑ, ӑна вӗлермесӗр ӗҫместпӗр те, ҫиместпӗр те тесе тупа тунӑ. 13 Ҫапла тупа тӑвакансем хӗрӗхӗн ытла пулнӑ. 14 Вӗсем аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем патне пырса ҫапла каланӑ: «Эпир Павела вӗлермесӗр нимӗн те ҫиместпӗр тесе тупа турӑмӑр. 15 Ҫапла вара эсир, синедрионра ларакансемпе пӗрле, унӑн ӗҫӗпе тӗплӗнрех паллашас йӳтӗмпе ӑна ыран хӑвӑр патӑра кӑларттарӑр. Ҫакна тума пинпӗве паянах пӗлтерсе хурӑр. Эпир вара малтанах хатӗрленсе тӑрӑпӑр та ӑна кунта ҫитичченех вӗлерӗпӗр». 16 Ҫак кавар пирки Павел аппӑшӗн ывӑлӗ илтнӗ. Вара кайнӑ та, крепоҫе кӗрсе, ҫакӑн ҫинчен Павела систернӗ. 17 Павел ҫӗрпӳсенчен пӗрне чӗнсе илтернӗ те ӑна ҫапла каланӑ: «Ҫак ачана пинпӳ патне ертсе кайӑр-ха, унӑн ӑна темскер каламалли пур». 18 Лешӗ ачана пинпӳ патне илсе пынӑ та: «Тӗрмере ларакан Павел мана чӗнтерчӗ те ҫак ачана сан патна ертсе килме ыйтрӗ. Унӑн сана темскер каламалли пур», – тенӗ. 19 Пинпӳ, ачана аллинчен ҫавӑтса, аяккарах пӑрӑннӑ та: «Санӑн мана мӗн каламалли пур?» – тесе ыйтнӑ. 20 Ачи вара ҫакӑн пек хуравланӑ: «Иудейсен пуҫлӑхӗсем сана ыран Павела синедриона илсе пыртарасшӑн. Унӑн ӗҫӗпе тӗплӗнрех паллашас йӳтӗмпе вӗсем ҫакӑн пирки калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ. 21 Анчах та эсӗ вӗсене ан итле, мӗншӗн тесен ӑна вӗлерме хӗрӗх ҫынран та ытларах сыхласа лараҫҫӗ. Вӗсем Павела вӗлермесӗр ӗҫместпӗр те, ҫиместпӗр те тесе тупа тунӑ. Халӗ вӗсем, эсӗ хушасса кӗтсе, хатӗр тӑраҫҫӗ». 22 «Ху мана ҫакна каласа кӑтартнине никама та ан шарла», – тесе пинпӳ ачана кӑларса янӑ.
Павела Кесарине леҫни
23 Вара, икӗ ҫӗрпӗве чӗнсе илсе, ҫапла хушнӑ: «Ик ҫӗр салтак, ҫитмӗл юланут тата ик ҫӗр ухӑҫӑ хатӗрлӗр. Каҫхине тӑхӑр сехетсенче вӗсен Кесарине каймалла. 24 Павела Феликс аслӑ пуҫлӑх патне леҫмешкӗн ашаксем те хатӗрлӗр». 25 Унтан вӑл ҫакӑн пек ҫыру ҫырса панӑ: 26 «Эпӗ, Клавдий Лисий, хисеплӗрен те хисеплӗ Феликс пуҫлӑха салам яратӑп. 27 Ҫак ҫынна иудейсем тытнӑ та вӗлермех хатӗрленнӗччӗ. Анчах та эпӗ, вӑл Рим гражданинӗ пулнине пӗлсен, хамӑн салтаксемпе пытӑм та ӑна туртса илтӗм. 28 Унтан, мӗншӗн айӑпланине пӗлес тесе, ӑна иудейсен синедрионне илсе пытӑм. 29 Вара ҫакна пӗлтӗм: вӗсем ӑна хӑйсен Моисей саккунӗ пирки тавлашнӑшӑн айӑплаҫҫӗ иккен. Анчах та вӗлермешкӗн е тӗрмене хупмашкӑн унӑн нимӗнле айӑп та ҫук. 30 Ӑна хирӗҫ иудейсем кавар тунине пӗлсенех эпӗ ҫав ҫынна сан патна леҫтерес терӗм. Ӑна айӑплакансене те ун ҫинчен сан умӑнта каласа пама хушрӑм. Сывӑ пул».
31 Ҫапла ӗнтӗ салтаксем, хӑйсене хушнине пурнӑҫласа, Павела ҫӗрле Антипатридӑна илсе кайнӑ. 32 Тепӗр кунне ӑна малалла юланутсем кӑна леҫнӗ, ыттисем вара тавӑрӑннӑ. 33 Кесарине ҫитсен утлӑ салтаксем хайхи ҫырӑва аслӑ пуҫлӑха панӑ, Павела та ун патӗнче хӑварнӑ. 34 Ҫырӑвне вуласа тухсан аслӑ пуҫлӑх Павелран вӑл хӑш тӑрӑхри ҫын пулнине ыйтнӑ. Павел Килики ҫынни иккенне пӗлсен, Феликс ҫапла каланӑ: 35 «Сан сӑмахна эпӗ хӑвна айӑплакансем килсе ҫитсен итлӗп». Унтан ӑна Ирод преторине хуптарса хурал тӑратма хушнӑ.
24Павела айӑплани
1 Тепӗр пилӗк кунтан Анания аслӑ священник ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе тата Тертулл ятлӑ ӑста калаҫакан айӑплавҫӑпа Кесарине пырса ҫитнӗ. Вӗсем аслӑ пуҫлӑха Павел ҫинчен ҫӑхав панӑ. 2 Павела чӗнсе пырсан Тертулл ҫакнашкал айӑплав сӑмахӗ каланӑ: «Эй, хисеплӗрен те хисеплӗ Феликс! Эсӗ ертсе пынипе эпир чылай хушӑ канӑҫ пурӑнӑҫпа пурӑнатпӑр, эсӗ тӑрӑшнипе халӑх пурӑнӑҫӗ лайӑхланчӗ, ҫавӑнпа сана эпир пур ҫӗрте те яланах тем тӗрлӗ те тав тӑватпӑр. 4 Эпир сана ытлашши чӑрмантарасшӑн мар, пирӗн кӗске сӑмахӑмӑра хӑвӑн ырӑ кӑмӑлупа итлесе пӗтерме тархаслатӑп. 5 Ҫак ҫын халӑха сиен тӑвать; мӗн пур иудейсене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе ҫӳрет, Назорейсен суя тӗн вӗрентӗвне ертсе пырать. 6 Вӑл куҫкӗретех пирӗн Турӑ Ҫуртне те ирсӗрлетме хӑйрӗ, ҫавӑнпа эпир ӑна хамӑр саккунпа айӑплас тесе тытрӑмӑр. 7 Анчах та Лисий пинпӳ ӑна пирӗн аллӑмӑртан вӑйпа пусахласах туртса илчӗ те сан патна леҫтерчӗ. 8 Пире вара, айӑплакансене, сан патна килме хушрӗ. Эпир ӑна мӗн сӑлтавпа айӑпланине пӗтӗмпех эсӗ унран хӑйӗнченех тӗпчесе ыйтса пӗлме пултаратӑн». 9 Ҫак сӑмахсем чӑн тесе иудейсем те ҫирӗплетнӗ.
Павел хӑйне Феликс умӗнче хӳтӗлесе калани
10 Аслӑ пуҫлӑх паллӑ кӑтартса калаҫма ирӗк парсан, Павел хӑйне хӳтӗлесе ҫапла каланӑ: «Эсӗ чылай ҫул хушши ҫак халӑха тӗрӗс суд туса пурӑннине пӗлсе тӑрса, эпӗ хамӑн ӗҫӗме сан умӑнта ирӗклӗнех хӳтӗлеме тӑрӑшӑп. 11 Эпӗ Турра пуҫҫапма Иерусалима килни пӗр вун икӗ кунтан та ытла мар. Ҫакна эсӗ тӗрӗслеме пултаратӑн. 12 Эпӗ Турӑ Ҫуртӗнче те, синагогӑра та, хулара та кампа та пулин тавлашнине е халӑха пӑлхатса ҫӳренине вӗсенчен пӗри те курман. 13 Халӗ хӑйсем мана хирӗҫ кӑларса тӑратнӑ айӑплава вӗсем нимӗнпе те ӗнентереймӗҫ. 14 Анчах та эпӗ пӗр япала пирки тунмастӑп. Эпӗ чӑнах та хама айӑплакансем тӗрӗс мар ӗненӳ текен вӗрентӗве тытса пыратӑп. Ҫав вӗрентӳ тӑрӑх эпӗ Моисей саккунӗнче ҫырнине тата пророксем каланине пӗтӗмпех ӗненсе тӑрса, мӑн асаттемӗрсен Турришӗн тӑрӑшатӑп. 15 Вилнӗ ҫынсене – тӳрӗ тата тӳрӗ мар пурӑннисене те – Турӑ чӗртсе тӑратасса шанатӑп, ҫапла пуласса вӗсем хӑйсем те кӗтеҫҫӗ. 16 Ҫавӑнпа та эпӗ Турӑ умӗнче те, ҫынсем умӗнче те таса чунлӑ пуласшӑн яланах тӑрӑшатӑп. 17 Акӑ эпӗ, чылай ҫул иртсен, хам халӑхӑма пулӑшма пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗне пама тата Турра парне кӳме Иерусалима килтӗм. 18 Мана Турӑ Ҫуртӗнче тасалу йӑлине туса ирттернӗ хыҫҫӑн тытрӗҫ. Унта нимле халӑх таврашӗ те, нимле шӑв-шав та пулман. 19 Тытасса мана Асирен килнӗ хӑш-пӗр иудейсем тытрӗҫ. Мана хирӗҫ мӗн те пулин каламалли пур пулсан, мана сан умӑнта вӗсен айӑпласа тӑмаллаччӗ. 20 Анчах вӗсем ҫӑхавпа урӑххисене ячӗҫ. Эпӗ синедрион канашӗ умӗнче тӑнӑ чухне манра мӗнле айӑп тупнине ҫаксем каласа паччӑр эппин. 21 Каласан та вӗсем ҫак пӗр сӑмаха анчах калӗҫ. Чӑнах та, эпӗ вӗсене: эсир мана халӗ вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗрентнӗшӗн суд тӑватӑр тесе хыттӑнах каласаттӑм».
22 Феликс вара вӗсен ӗҫне ӳлӗме хӑварнӑ. «Сирӗн ӗҫӗре Лисий пинпӳ килсен, ҫав вӗрентӳ ҫинчен хам та тӗплӗнрех пӗлсен, татса парӑп», – тенӗ вӑл. 23 Ҫӗрпӗве вӑл Павела хуралласа усрама хушнӑ, анчах та ӑна хӗсӗрлеме чарнӑ. Унӑн ҫывӑх ҫыннисене ун патне пырса ҫӳреме, ӑна пулӑшса тӑма пӗрне те чарма хушман.
24 Тепӗр темиҫе кунран унта Феликс хӑйӗн Друзилла ятлӑ арӑмӗпе пынӑ. Арӑмӗ унӑн иудей ҫынни пулнӑ. Феликс Павела чӗнтернӗ те вӑл Иисус Христоса ӗненесси ҫинчен каланине итлес тенӗ. 25 Анчах та Павел тӳрӗлӗх ҫинчен, чараклӑх ҫинчен, пулас суд ҫинчен кала пуҫласан, Феликс, хӑраса ӳксе, унӑн сӑмахне татнӑ: «Паянлӑха ҫитӗ! Вӑхӑт тупӑнсанах сана тата чӗнтерӗп», – тенӗ. 26 Ҫав хушӑрах вӑл Павел хӑйне тӗрмерен кӑларттарма укҫа сӗнессе кӗтнӗ, ҫавӑнпа та, ӑна чӗнтере-чӗнтере, унпа калаҫнӑ. 27 Анчах та икӗ ҫул иртсен Феликс вырӑнне аслӑ пуҫлӑха Порций Фест ларнӑ. Иудейсене юрас тесе Феликс Павела тӗрмерех хӑварнӑ.
25Павел хӑйне император патӗнче суд тутарма ыйтни
1 Фест, хӑйне тытса тӑма панӑ ҫӗр-шыва ҫитнӗ-ҫитменех, виҫӗ кунран Кесарирен Иерусалима тухса кайнӑ. 2 Ҫавӑн чухне аслӑ священникпа иудейсен паллӑ ҫыннисем Павел ҫинчен ҫӑхав пама ун патне пынӑ та ӑна ӳкӗте кӗртме тӑрӑшса: 3 «Пирӗншӗн ырӑ ӗҫ тусам, Павела Иерусалима чӗнтерсе илсем», – тесе тархасланӑ. Хӑйсем вара Павела ҫул ҫинче вӗлерме усал шухӑш тытнӑ. 4 Анчах та Фест ҫапла тавӑрнӑ: «Павел халӗ Кесарире тӗрмере ларать, ҫывӑх вӑхӑтрах эпӗ хам та унта кайма шухӑшлатӑп. 5 Ҫавӑнпа та сирӗнтен хӑшӗсем манпа пӗрле пыма пултараҫҫӗ, пыччӑр. Ҫав ҫыннӑн мӗнле те пулин айӑпӗ пур пулсан, айӑплаччӑр».
6 Пӗр сакӑр е вунӑ куна яхӑн унта пурӑнсан Фест Кесарине тавӑрӑннӑ. Вара тепӗр куннех, суд тумалли вырӑна ларса, Павела илсе пыма хушнӑ. 7 Суда илсе пырсанах Павела Иерусалимран пынӑ иудейсем сырса илнӗ, ун ҫинчен нумай йывӑр айӑп каланӑ, анчах айӑпӗсем чӑннине ӗнентереймен. 8 Павел вара, хӑйне тӳрре кӑларса, ҫапла каланӑ: «Эпӗ Моисей саккунне хирӗҫле те, Турӑ Ҫуртне хирӗҫле те, императора хирӗҫле те нимӗнле усал ӗҫ те туман». 9 Фест, иудейсене юрасшӑн пулса, Павелран ыйтнӑ: «Эпӗ ку ӗҫпе сана Иерусалимра суд тӑвӑп, эсӗ унта пырас теместӗн-и?» 10 «Эпӗ ахаль те хама тивӗҫлӗ суд умӗнче, император сучӗ умӗнче, тӑратӑп. Иудейсене эпӗ нимӗнпе те хур туманнине эсӗ ху та лайӑх пӗлетӗн, – тенӗ Павел. 11 – Ҫапла вара, эпӗ айӑплах пулсан, вӗлерме тивӗҫлине мӗн те пулин тунӑ пулсан – вилме хатӗр. Иудейсен айӑплавӗнче тӗрӗсси ним те ҫук пулсан – мана вӗсен аллине пама никамӑн та ирӗк ҫук. Хама император патӗнче суд тутарма ыйтатӑп». 12 Вара Фест хӑйӗн канашӗнчи ҫынсемпе калаҫса илнӗ те ҫапла тавӑрнӑ: «Эсӗ император патӗнче суд тутарма ыйтрӑн, ӗнтӗ сана император патне илсе кайӗҫ».
Павелпа Агриппа патша
13 Тепӗр темиҫе кунран Феста саламлама Кесарине Иудея патши Агриппа тата унӑн арӑмӗ Вереника пырса ҫитнӗ. 14 Вӗсем унта чылай пурӑннӑ. Фест вара патшана Павел ӗҫӗ пирки каласа панӑ. «Пирӗн кунта – тенӗ вӑл, – Феликс тӗрмене хупса хӑварнӑ пӗр ҫын пур. 15 Эпӗ Иерусалимра чухне иудейсен аслӑ священникӗсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем ун ҫинчен ҫӑхав пама ман патӑма пычӗҫ, ӑна суд тума ыйтрӗҫ. 16 Эпӗ вӗсене ҫапла тавӑрса каларӑм: Рим йӑлипе, айӑпланаканпа айӑплакансене куҫа-куҫӑн тӑратмалла тата айӑпланаканне хӳтӗленме ирӗк памалла, унсӑрӑн ҫынна вӗлерме тытса пама юрамасть. 17 Вӗсем кунта килсессӗн вара, ӗҫе вӑраха ямасӑр, тепӗр куннех эпӗ суд тумалли вырӑна лартӑм та ҫав ҫынна илсе пыма хушрӑм. 18 Айӑплакансем ӑна судра сырса илчӗҫ, анчах эп кӗтнӗ айӑплавсенчен пӗрне те кӑтартса параймарӗҫ. 19 Ҫапах та вӗсем Павелпа хӑйсен Турра хисеплес йӗрки ҫинчен тата пӗр вилнӗ темле Иисус пирки тавлашкаларӗҫ. Павел ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Вӑл чӗрех иккен. 20 Ку ыйтӑва татса пама иккӗленсе эпӗ Павела ҫапла каларӑм: „Хӑвна ку ӗҫпе Иерусалимра суд тутарма эсӗ унта пырас теместӗн-и?“ 21 Анчах та Павел хӑйне император сучӗпе явап тыттарма ыйтрӗ. Ҫавӑнпа эпӗ ӑна император патне яма май киличчен тӗрмере тытма хушрӑм». 22 «Ку ҫынна ман хамӑн та итлесе пӑхас килет», – тенӗ Агриппа вара Феста. «Тархасшӑн, – сӗннӗ лешӗ, – эсӗ ӑна ыранах итлеме пултаратӑн».
23 Тепӗр кунне Агриппӑпа Вереника суд ҫуртне питӗ чаплӑн, хӑйсемпе пӗрле пинпӳсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсене илсе, пырса кӗнӗ. Фест хушнипе Павела суд ҫуртне илсе пынӑ. 24 Вара Фест ҫапла каланӑ: «Эй, Агриппа патша тата пирӗнпе пӗрле кунта пухӑннӑ ытти ҫынсем! Акӑ сирӗн умӑрта пӗр ҫын тӑрать. Ҫак ҫынна айӑпласа ман патӑма Иерусалимра та, кунта та иудей ҫыннисем тем чухлӗн пычӗҫ, ӑна вӗлермелле тесе кӑшкӑрчӗҫ. 25 Анчах та вӑл вилме тивӗҫлӗ ӗҫ тунине эпӗ тупаймарӑм. Вара, хӑй император патӗнче суд тутарма ыйтнӑран, эпӗ ӑна унта ярас тесе йышӑнтӑм. 26 Эпӗ ун пирки император патне мӗн ҫырса ямаллине те пӗлместӗп. Ҫавӑнпа та ӑна сире, уйрӑмах, Агриппа патша, сана, кӑтартас терӗм. Эсир лайӑхрах тӗпчесе пӗлсен вара мӗн ҫырса ямалли те паллӑ пулӗ. 27 Мӗншӗн тесен хупнӑ ҫынна айӑпне кӑтартмасӑрах император патне яни мана ӑссӑрла хӑтланнӑ пек туйӑнать».
26Павел хӑйне Агриппа умӗнче хӳтӗлесе калани
1 «Хӑвна хӳтӗлесе калама сана сӑмах паратпӑр», – тенӗ Павела Агриппа. Вара Павел аллине ҫӗкленӗ те хӑйне хӳтӗлесе ҫапла сӑмах каланӑ: 2 «Эй, Агриппа патша! Иудейсен мӗн пур айӑплавӗнчен паян сан умӑнта хӳтӗленме май килнишӗн хама телейлӗ тесе шутлатӑп. 3 Ҫитменнине тата эсӗ иудейсен йӑлисемпе тавлашуллӑ шухӑшӗсене пӗтӗмпех пӗлетӗн. Ҫавӑнпа та тархаслатӑп: ман сӑмахӑма чӑтӑмлӑн итлесе пӗтерсем. 4 Иудейсем пурте ман пурӑнӑҫӑм ҫинчен аван пӗлеҫҫӗ. Мӗн ҫамрӑкранпах эпӗ тӑван халӑх хушшинче Иерусалимра пурӑнтӑм. 5 Вӗсем мана тахҫантанпах пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа эпӗ фарисей пулнине, хамӑр йӑла-йӗркене питӗ ҫирӗп тытса пурӑннине, кӑмӑлӗсем пулсан, хӑйсемех кӑтартса пама пултарӗҫ. 6 Турӑ мӑн асаттемӗрсене панӑ сӑмаха шаннишӗн паян акӑ манӑн суд умӗнче тӑма тивет. 7 Пирӗн вун икӗ йӑхӑмӑр та, Турӑ сӑмахӗ пурнӑҫланасса шанса, кунӗн-ҫӗрӗн Турӑшӑн тӑрӑшать. Эй, Агриппа патша! Иудейсем мана ҫав шанчӑкшӑн айӑплаҫҫӗ те ӗнтӗ. 8 Мӗнех? Нивушлӗ эсир Турӑ вилнисене чӗртсе тӑратма пултараймасть тесе шухӑшлатӑр? 9 Чӑн та, Назорей Иисус вӗрентӗвне хирӗҫ тӑма манӑн хамӑн та нумай тӑрӑшмалла-ха тесе шухӑшлаттӑм. 10 Иерусалимра эпӗ ҫав ӗҫе туса пурӑнтӑм та: аслӑ священниксем панӑ ирӗкпе усӑ курса нумай ӗненекене тӗрмене хуптартӑм, вӗсене вӗлернӗ чухне те эпӗ вӗлерекенсем майлӑ пултӑм. 11 Эпӗ вӗсене синагогӑран синагогӑна ҫӳресе асаплантараттӑм, Иисуса хурлама ирӗксӗрлеттӗм. Ӗненекенсем ҫине ҫиллӗм тулса ҫитнипе эпӗ вӗсене ытти хуласене кайса та хӗсӗрлеттӗм.
Павел хӑйне курӑнни ҫинчен каласа пани
12 Аслӑ священниксен ирӗкӗпе тата вӗсем хушнипе эпӗ Дамаска та ҫав тӗллевпех тухса кайрӑм. 13 Эй, патша! Ҫул ҫинче чухне, кӑнтӑрлапа, мана тӳперен хӗвел ҫутинчен те ялтӑрарах ҫутӑ курӑнчӗ. Манӑн хамӑн та, пӗрле пыракансен те куҫ шарсах кайрӗ. 14 Эпир пурте ҫӗре ӳкрӗмӗр. Вара мана еврейла калаҫакан сасӑ илтӗнчӗ. „Эй, Савл, Савл, – терӗ ҫав сасӑ, – эсӗ Мана мӗншӗн хӗсӗрлетӗн? Ҫӗнме ҫук вӑя хирӗҫ ан пыр, хӑвнах йывӑр пулӗ“. 15 Эпӗ вара ыйтрӑм: „Кам пултӑн Эсӗ?“ „Эпӗ – эсӗ хӗсӗрлекен Иисус, – тавӑрчӗ Вӑл. 16 – Ӗнтӗ халӗ уру ҫине тӑрах; эсӗ халӗ ху мӗн курнине тата Эпӗ сана мӗн пӗлтерессине каласа кӑтартакан, ҫавӑншӑн ӗҫлесе тӑракан пулӑн. Ҫавӑнпа Эпӗ сана курӑнтӑм та. 17 Эпӗ сана иудейсемпе урӑх халӑх ҫыннисем пӗтересрен упраса хӑварса, халӗ сана ҫавсем патнех яратӑп. 18 Мана ӗненнипе вӗсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнмалла пулччӑр тесе, сӑвапласа тасатнисемпе пӗр шӑпаллӑ пулччӑр тесе эсӗ вӗсен куҫӗсене уҫӑн. Вӗсене шуйттан аллинчен хӑтарса Турӑ аллине парӑн, тӗттӗмлӗхрен ҫутта илсе тухӑн“.
19 Эй, Агриппа патша! Ҫавӑнпа эпӗ тӳперен курӑннине итлемесӗр тӑма пултараймарӑм. 20 Эпӗ чӑн малтанах Дамаскпа Иерусалимра пултӑм. Унтан пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчи ҫынсене тата ытти халӑхсене ӳкӗнсе Турӑ енне ҫавӑрӑнма, ӳкӗнӗҫе тивӗҫлӗ ӗҫсем тума вӗрентсе ҫӳрерӗм. 21 Ҫавӑншӑн мана иудейсем Турӑ Ҫуртӗнчех ярса тытрӗҫ те вӗлересшӗн пулчӗҫ. 22 Анчах та Турӑ пулӑшнипе эпӗ паян кунчченех тӗрӗс-тӗкел, пӗчӗккисенчен пуҫласа аслисем таранах ҫакна каласа ҫирӗплететӗп: Христосӑн асап тӳсмеллеччӗ, вилнисенчен чӑн малтан чӗрӗлсе тӑрса иудей халӑхне те, ытти халӑхсене те ҫӑлӑнӑҫ ҫути ҫинчен пӗлтермеллеччӗ. Ҫакӑн ҫинчен пророксемпе Моисеях каласа пӗлтернӗ, вӗсем каланинчен ытла эпӗ нимӗн те каламан».
24 Павел хӑйне ҫапла хӳтӗленӗ чухне Фест ӑна пӳлсе кӑшкӑрса тӑкнӑ: «Павел! Эсӗ ӑсран тайӑлнӑ! Нумай пӗлни сана ухмаха ертет!» 25 «Хисеплӗрен те хисеплӗ Фест, – тенӗ вара ӑна Павел, – эпӗ ухмаха ермен, тӗрӗс те чӑн сӑмахсем калатӑп. 26 Патша та кун пирки пӗтӗмпех пӗлет, ҫавӑнпа та эпӗ хӑюллӑнах калаҫатӑп. Мӗн те пулин унран пытарса хӑварнӑ пулӗ тесе шутламастӑп, мӗншӗн тесен ку ӗҫ куҫ хыҫӗнче пулса иртмен. 27 Эй, Агриппа патша! Эсӗ пророксене ӗненетӗн-и? Ӗненетӗн. Эсӗ ӗненнине пӗлетӗп». 28 «Эсӗ мана ытла хӑвӑрт Христоса ӗнентересшӗн мар-и?» – тенӗ Агриппа. 29 «Хӑвӑрт-и, вӑрах-и, – анчах та эсӗ кӑна мар, паян хама итлекенсем пурте манашкал пулччӑр тесе Турра кӗлтӑвӑттӑм, анчах та вӗсем манашкал сӑнчӑрта ан пулччӑрах».
30 Ҫак сӑмахсене илтсен патша та, аслӑ пуҫлӑх та, Вереника та, вӗсемпе пӗрле ларакансем те ура ҫине тӑнӑ; 31 унтан, аяккарах пӑрӑнса, пӗр-пӗринпе ҫапла калаҫа пуҫланӑ: «Ку ҫын вӗлерме е тӗрмене хупма тивӗҫлӗ нимӗнле усал ӗҫ те туман». 32 «Император судне хӑй ыйтман пулсан ӑна ирӗке яма та пулатчӗ», – тенӗ Агриппа патша Феста. Ҫавӑнпа вара аслӑ пуҫлӑх ӑна император патне яма йышӑннӑ.
27Рима кайни
1 Пире Италие караппа ярас терӗҫ. Вара Павела тата тӗрмене хупнӑ ытти ҫынсене император полкӗнчи Юлий ҫӗрпӳ аллине пачӗҫ. 2 Пирӗн хулара Аси ҫыранӗ хӗррипе кайма пуҫтарӑннӑ пӗр Адрамит карапӗ чарӑннӑччӗ. Эпир ҫавӑн ҫине лартӑмӑр та тинӗсе тухрӑмӑр. Пирӗнпе пӗрле тата Македони ҫынни, фессалоникӑсем Аристарх пурччӗ. 3 Тепӗр кунне эпир Сидон тӗлӗнче чарӑнтӑмӑр. Юлий хӑйне Павелпа кӑмӑллӑ тыткаларӗ, ӑна хӑйӗн тусӗсем патне кайса килме, вӗсенчен пулӑшу илме те ирӗк пачӗ. 4 Хирӗҫле ҫил питӗ вӑйлӑ пулнӑран унтан тухсан эпир Кипр утравӗн ҫыранӗсен хӳттипе ишрӗмӗр. 5 Вара тин, Киликипе Памфили тӗлӗнче тинӗс урлӑ каҫса, Ликири Миры хулине пырса ҫитрӗмӗр. 6 Унта Юлий ҫӗрпӳ Италие каякан Александрия карапне шыраса тупрӗ те пире ун ҫине лартрӗ. 7 Книда эпир темиҫе кунран кӑна, аран-аран ҫиткелерӗмӗр. Майлӑ ҫил пулман пирки пире Крит утравӗн хӳттипе Салмон сӑмсахӗ тӗлӗнчен ишсе пыма лекрӗ. 8 Ун ҫумӗнчен аран-аран ирткелесе кайса эпир Ласея хули ҫывӑхӗнчи Аван Чарӑну ятлӑ пӗр вырӑна ҫитрӗмӗр. 9 Анчах эпир нумай вӑхӑт ҫухатрӑмӑр: типӗ тытмалли кунсем те иртнӗччӗ ӗнтӗ. Ку вӑхӑтра тинӗсе тухма хӑрушши ҫинчен Павел асӑрхаттарчӗ. 10 «Эй, халӑх! Малалла ишме питӗ йывӑр пуласса эпӗ пӗлетӗп. Тиенӗ япаласемпе карапа ҫеҫ мар, хамӑра та пысӑк инкек кӗтме пултарать», – терӗ вӑл. 11 Анчах та ҫӗрпӳ, капитанпа карап хуҫине шанса, Павел асӑрхаттарнине итлемерӗ. 12 Ку чарӑну хӗл каҫма юрӑхсӑр пулнӑ пирки ытларахӑшӗ малалла ишме сӗнчӗҫ, ҫитме май пулсан Финикра хӗл каҫас терӗҫ. Крит утравӗ ҫумӗнчи ҫак чарӑну кӑнтӑр-хӗвел анӑҫӗнчен тата ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫӗнчен вӗрекен ҫил ҫинче ларать.
Тинӗсри ҫил-тӑвӑл
13 Кӑнтӑр енчен ҫил вӗре пуҫласан тин матроссем, кӗтни аранах ҫитрӗ тесе, ҫула тухрӗҫ те Крит ҫыранӗ ҫумӗпе ишсе пычӗҫ. 14 Анчах нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, Крит енчен тӑвӑллӑ ҫил, эвроклидон текенскер, вӗрме пуҫларӗ. 15 Ҫил карапа тыткӑнларӗ те пире хумсем ҫийӗн юхтарса ҫӳрерӗ. 16 Клавда ятлӑ пӗр пӗчӗк утрав патне пырса лексен, эпир карап ҫумӗнчи ҫӑлӑнмалли кимме аран-аран тытса чартӑмӑр. 17 Ӑна вӗренсемпе ҫӗклесе илтӗмӗр те карапа ҫирӗплетсе ҫыхма пуҫларӑмӑр. Унтан, ӑшӑх вырӑнсене ларасран хӑраса, парӑса антартӑмӑр. Ҫапла эпир хумсен тыткӑнне лекрӗмӗр. 18 Тепӗр кунне вара, тӑвӑл питӗ хытӑ лӑсканӑран, тиенӗ япаласене тинӗсе ывӑта пуҫларӗҫ. 19 Виҫҫӗмӗш кунне карап хатӗр-хӗтӗрӗсене хамӑр аллӑмӑрпах тинӗсе персе пӗтертӗмӗр. 20 Темиҫе кун хушши ҫапла хӗвел те, ҫӑлтӑрсем те курӑнмарӗҫ, ҫил-тӑвӑл кӑна чарӑна пӗлми алхасрӗ. Юлашкинчен вара пирӗн ҫӑлӑнас шанчӑк та пӗтрӗ.
21 Ҫынсем чылайранпа ҫименччӗ ӗнтӗ. Вара Павел тӑчӗ те ҫапла каларӗ: «Эй, халӑх! Сирӗн ман сӑмахӑма итлесе Критран тухмалла марччӗ. Итленӗ пулсан ҫакнашкал терт-нушана та курман пулӑттӑр. 22 Анчах та халӗ сире хӑюллӑрах пулма тархаслатӑп. Карапӗ пӗтӗ, эсир пурте хӑтӑлӑр. 23 Мӗншӗн тесен мана кӗҫӗр чун-чӗремпе Ӑна ҫеҫ парӑнса, Уншӑн ҫеҫ ӗҫлесе тӑракан Туррӑмӑн ангелӗ курӑнчӗ. 24 „Павел, ан хӑра, – терӗ ҫав ангел. – Санӑн император умне тӑмалла, ҫавӑнпа Турӑ, сана хӗрхенсе, карап ҫинчисене пурне те хӑтарӗ“. 25 Ҫавӑнпа та, арҫын пек пулса, хастарланӑр! Йӑлтах Турӑ каланӑ пек пуласса эпӗ ӗненетӗп. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 26 пирӗн пӗр утрав ҫине тухса ӳкмелле пулӗ».
27 Ҫапла Адриатика тинӗсӗнче хумсен тыткӑнне лекни икӗ эрне иртрӗ. Ҫур ҫӗр тӗлӗнче матроссем пирӗн карап типӗ ҫӗр патнелле ҫывхарнине туя пуҫларӗҫ. 28 Унтан вӗсем тинӗс тарӑнӑшне виҫсе пӑхрӗҫ те вӑл ҫирӗм хӑлаҫа яхӑн анчах пулнине палӑртрӗҫ. Тепӗртакран каллех виҫсе пӑхрӗҫ: тарӑнӑшӗ вун пилӗк хӑлаҫ кӑна иккен. 29 Чул хысакӗсене пырса ҫапӑнасран хӑраса, карап хыҫӗнчен тӑватӑ якорь пӑрахрӗҫ. Вара тул ҫутӑласса кӗте пуҫларӑмӑр. 30 Матроссем тарма шухӑш тытнӑ пулнӑ. Карап пуҫӗнчен якорь ярам пек туса, вӗсем тинӗсе ҫӑлӑнмалли кимме антара пуҫланӑ иккен. 31 Ҫӗрпӳпе салтаксене Павел ҫапла каларӗ: «Кусем карап ҫинчех юлмасан, эсир ҫӑлӑнаймӑр». 32 Вара салтаксем ҫӑлӑнмалли кимме ҫыхнӑ вӗренсене тытрӗҫ те касса ячӗҫ, кимми тинӗсе ӳкрӗ.
33 Тул ҫутӑлас умӗн Павел пурне те апат ҫиме ӳкӗтле пуҫларӗ: «Ҫырана тухасса кӗтсе эсир вун тӑватӑ кун хушши ӗнтӗ ҫинӗ-ҫимен пурӑнатӑр. 34 Эпӗ сире хистесех ҫиме ыйтатӑп, ҫисессӗн ҫӑлӑнма ҫӑмӑлрах пулӗ. Сирӗнтен пӗрин те пуҫ ҫинчи ҫӳҫ пӗрчи те пӗтмӗ». 35 Ҫакна каласан вӑл ҫӑкӑр илчӗ те, пурин умӗнчех Турра тав туса, хуҫса ҫие пуҫларӗ. 36 Тинех ҫынсен кӑмӑлӗсем ҫӗкленчӗҫ, вара пурте апатланчӗҫ. 37 Карап ҫинче эпир пурӗ ик ҫӗр ҫитмӗл улттӑнччӗ. 38 Ҫисе тӑрансан, карап ҫӑмӑллантӑр тесе, ҫынсем юлнӑ тулла та тинӗсе ячӗҫ.
Карап арканни
39 Тул ҫутӑлчӗ. Чылай сӑнарӗҫ пулин те, матроссем хамӑр хӑш тӗлтине калаймарӗҫ. Вӗсем пӗр сӗвек ҫыранлӑ тинӗс пырне асӑрхарӗҫ, май пулсан, ҫавӑнта караппа пырса чарӑнма шут тытрӗҫ. 40 Вара вӗсем якорьсене ҫӗклесе, рульсене ҫыхнисене салтса, пӗчӗк парӑса ҫиле май карӑнтарса карапа ҫыраналла тытрӗҫ. 41 Тепӗртакран карап пӗр хӑйӑр сӑмсах тӗлне пулчӗ те ӑшӑха лекрӗ: карап пуҫӗ лакса ларчӗ, хыҫне хум ҫапса арката пуҫларӗ. 42 Тӗрме ҫыннисем ишсе тарасран хӑраса, салтаксем вӗсене вӗлерме те шут тытрӗҫ. 43 Анчах та ҫӗрпӳ, Павела ҫӑлса хӑварас тесе, вӗсене чарчӗ. Вӑл ишме пӗлекенсене шыва малтан сиксе ҫырана тухма хушрӗ. 44 Ыттисене вара хӑмасенчен е карап ҫӗмрӗкӗсенчен тыткаласа хӑтӑлма каларӗ. Ҫапла майпа пурте тип ҫӗр ҫине тухса ҫӑлӑнчӗҫ.
28Мелит утравӗ ҫинче
1 Тинӗс тыткӑнӗнчен хӑтӑлса тухсан эпир ку утрав Мелит ятлӑ иккенне пӗлтӗмӗр. 2 Вырӑнти халӑх пире питӗ ӑшшӑн йышӑнчӗ. Ҫумӑр ҫуса тӑнӑран, сивӗ пулнӑран вӗсем кӑвайт хучӗҫ, пире пурне те хӑйсем патне чӗнчӗҫ. 3 Ҫатрака пухса тултарнӑ Павел кӑвайт хурса ларатчӗ. Сасартӑк ҫунакан кӑвайт ӑшӗнчен, вӗри вута тӳсеймесӗр, ҫӗлен шуса тухрӗ те Павел аллинчен ҫакӑнса ларчӗ. 4 Утрав ҫинче пурӑнакансем, Павел аллинчен ҫӗлен ҫакӑнса тӑнине курсан, пӗр-пӗринпе ҫапла калаҫа пуҫларӗҫ: «Ахӑртнех, ку этем ҫын вӗлернӗ пулӗ. Курӑр-ха, тинӗсре ҫӑлӑннӑскере Турӑ айӑплавӗ ҫитрӗ пуль». 5 Анчах та Павел ҫӗлене силлесе вута ывӑтрӗ, хӑй вара нимӗн чухлӗ те сиенленмен иккен. 6 Утрав ҫинчисем Павел шыҫӑнса каясса е сасартӑк ӳксе вилессе кӗтрӗҫ. Кӗтсен-кӗтсен, вӗсем Павела нимӗнле сиен те пулманнине курчӗҫ. Вара ҫак ют халӑх ҫыннисем, хӑйсен малтанхи шухӑшне улӑштарса, Павела турӑ вырӑнне хура пуҫларӗҫ. 7 Ҫавӑнтан инҫех те мар утрав пуҫлӑхӗн, Публий ятлӑскерӗн, хуҫалӑхӗ пурччӗ. Вӑл пире хапӑлласа йышӑнчӗ, виҫӗ кун хушши мӗн пур кӑмӑлтан хӑна турӗ. 8 Ашшӗ унӑн сив чирпе тата юнлӑ варвиттипе аптӑраса вырӑнпах выртатчӗ. Павел вара Публий ашшӗ выртакан пӳлӗме кӗчӗ те, кӗлтуса, ун ҫине аллине хурса, сыватрӗ. 9 Ҫакӑн хыҫҫӑн утрав ҫинчи ытти чирлӗ ҫынсем те Павел патне пыра пуҫларӗҫ. Павел вӗсене те сыватрӗ. 10 Кунта пире питӗ лайӑх пӑхса усрарӗҫ, ҫул ҫине мӗн кирлине те пӗтӗмпех парса ячӗҫ.
Рима кайни
11 Тепӗр виҫӗ уйӑхран эпир ҫак утрав ҫинчех хӗл каҫнӑ „Диоскуры“ ятлӑ Александрия карапӗ ҫине ларса тинӗсе тухрӑмӑр. 12 Унтан Сиракузӑна ҫитрӗмӗр те ҫав хулара виҫӗ кун пурӑнтӑмӑр. 13 Унтан тухсан Ригие ишсе ҫитрӗмӗр. Тепӗр кунтанах кӑнтӑр ҫилӗ вӗрме пуҫларӗ, ҫавӑнпа эпир иккӗмӗш куннех Путеола ҫитсе ӳкрӗмӗр. 14 Унта эпир ӗненекен тӑвансене тӗл пултӑмӑр, вӗсем пире хӑйсем патӗнче эрнелӗхе юлма ӳкӗте кӗртрӗҫ. Вара тин эпир Рима кайма тухрӑмӑр. 15 Эпир пырасса пӗлнӗ Римри тӑвансем Аппий тӳремӗ текен тата Виҫӗ Хӑна ҫурчӗ текен вырӑнсенче пире кӗтсе илме тухса тӑнӑччӗ. Вӗсене курсан Павел Турра тав турӗ те хавхалансах кайрӗ. 16 Рима ҫитсен ҫӗрпӳ тӗрме ҫыннисене ҫар пуҫӗн аллине пачӗ, Павела вара, хӑйне хураллакан салтакпа пӗрле, ыттисенчен уйрӑммӑн пурӑнма ирӗк пачӗ.
Павел Римра вӗрентни
17 Тепӗр виҫӗ кунран Павел Римра пурӑнакан иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисене чӗнтерчӗ. Пурте пухӑнса ҫитсессӗн вӗсене вӑл ҫапла каларӗ: «Эй, тӑван ҫыннӑмӑрсем! Эпӗ халӑхӑма хирӗҫле, мӑн асаттесен йӑлисене хирӗҫле нимӗнле усал ӗҫ те туман. Ҫапах мана Иерусалимра тытса сӑнчӑрларӗҫ те Рим ҫыннисен аллине пачӗҫ. 18 Вӗлерме нимӗнле айӑп та тупайман пирки вӗсем мана суд тунӑ хыҫҫӑн ирӗке ярасшӑнччӗ. 19 Анчах та иудейсем хирӗҫ тӑчӗҫ, ҫавӑнпа манӑн император судне ыйтма лекрӗ. Ҫакна эпӗ хамӑн халӑхӑма мӗншӗн те пулин айӑплас тӗллевпе тумарӑм. 20 Чӗнтерессе те эпӗ сире ҫав сӑлтавпах чӗнтертӗм, сирӗнпе курса калаҫас терӗм. Мӗншӗн тесен мана хамӑр кӗтекен Израиль шанчӑкӗшӗн ҫак сӑнчӑрпа сӑнчӑрларӗҫ». 21 Итлекенсем вара ӑна ҫапла каларӗҫ: «Эпир Иудейӑран сан ҫинчен ҫырнӑ нимӗнле ҫыру таврашӗ те илмен. Ӗненекен тӑвансенчен пӗри те килсе сан ҫинчен пире хыпарламан, усал сӑмах пӗлтермен. 22 Ӗнтӗ пирӗн ҫак вӗрентӳ пирки эсӗ ху мӗн шухӑшланине пӗлес килет, мӗншӗн тесен вӑл вӗрентӳ пирки таҫта та тавлашнине эпир пӗлетпӗр».
23 Вара вӗсем Павелпа хӑҫан тӗл пуласси пирки калаҫса татӑлнӑ. Палӑртнӑ кун ҫитсен ун патне хӑна ҫуртне вӗсем питӗ нумаййӑн пынӑ. Павел вӗсене иртен пуҫласа каҫченех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентнӗ. Хӑйӗн сӑмахӗсене вӑл Моисей саккунӗнче тата пророксен кӗнекисенче Иисус ҫинчен пӗлтернӗ вырӑнсемпе ҫирӗплетсе панӑ. 24 Хӑшӗ-пӗрисене вӑл ӳкӗте кӗртнӗ, хӑшӗсем вара ӗненмен. 25 Вӗсем пӗр-пӗринпе тавлашсах кайнӑ, Павелӑн ҫак сӑмахӗсене илтсен вара пӗрин хыҫҫӑн тепри туха-туха кайма тытӑннӑ. Павел ҫапла каланӑ пулнӑ: «Мӑн асаттемӗрсене Святой Сывлӑш Исаия пророк сӑмахӗсемпе питӗ аван каланӑ: 26 „Ҫак халӑха ҫапла кайса кала: эсир хӑлхапа илтсен те ӑнланаймӑр, куҫӑрсемпе пӑхсан та кураймӑр. 27 Мӗншӗн тесен ҫак ҫынсен чун-чӗри хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсем те хупӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, хӑлхи илтмест, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Мана сываттарас тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ“. 28 Ҫапла ӗнтӗ пӗлсех тӑрӑр: Туррӑн ҫӑлӑнӑҫне урӑх халӑхсене панӑ, итлекенӗсем те вӗсемех пулӗҫ». 29 Ҫакна илтсен иудейсем пӗр-пӗринпе тавлаша-тавлаша тухса кайнӑ .
Юлашкинчен калани
30 Ҫапла Павел Римра тата икӗ ҫула яхӑн пулнӑ. Унта вӑл ҫав хӑна ҫуртӗнчех пурӑннӑ, хӑйӗн патне пыракансене пурне те хапӑл тунӑ. 31 Павел Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен, Иисус Христос Хуҫамӑр ҫинчен хӑюллӑн та пӗр чӑрмавсӑр вӗрентнӗ.