СӐВАПЛӐ ПАВЕЛ АПОСТОЛ ТИМОФЕЙ ПАТНЕ ЯНӐ ИККӖМӖШ ҪЫРУ

1

Саламлани

1 Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христос апостолӗ пулма тивӗҫнӗ, Христос Иисус урлӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулма шанчӑк илнӗ Павелран – 2 ӗненӳри савнӑ ывӑлӑма Тимофея. Атте Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑртан сана ырӑлӑх, тивлет, канӑҫлӑх пултӑр.

Ырӑ Хыпара чунтан парӑнни

3 Эпӗ Турӑшӑн мӑн асаттемӗрсем пекех таса чунпа ӗҫлесе тӑратӑп. Хамӑн кӗллӗмре эпӗ сана ҫине-ҫинех, ирӗн-каҫӑн асилетӗп, саншӑн Турра тав тӑватӑп. 4 Эсӗ маншӑн куҫҫуль тӑкнине асилетӗп те – сана курассӑм килет. Курса чун-чӗререн савӑнӑттӑмччӗ. 5 Эсӗ чунтан ӗненнине те асилетӗп. Лоида асаннӳ те, Евника аннӳ те ҫавнашкалах ӗненетчӗҫ. Ҫав ӗненӳ санра пуррине шанатӑп. 6 Ҫавӑнпа та асту, Турӑ панӑ пултарулӑха сӳнме ан пар; ҫав пултарулӑха эпӗ сана алӑ хурсах парсаттӑм. 7 Турӑ пире хӑрав сывлӑшне паман-ҫке-ха. Вӑл пире хӑватлӑ, юратуллӑ, таса ӑслӑ сывлӑш панӑ. 8 Эппин Иисус Христос Хуҫамӑр ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн ан вӑтан. Манран та, Уншӑн тӗрмере лараканскертен, ан имен. Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗшӗн асап курасран ан хӑра, мӗншӗн тесен Турӑ пире вӑй парсах тӑрать. 9 Турӑ пире ӗҫӗмӗрсене кура мар, Хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗпе, ырӑлӑхӗпе ҫӑлнӑ, Хӑйӗн халӑхӗ пулма чӗнсе илнӗ. Вӑл пире ҫав ырӑлӑха Иисус Христос урлӑ ӗмӗрсем пуҫланичченех пама пулнӑ. 10 Анчах та пама пулни халӗ тин, Ҫӑлаканӑмӑр Иисус Христос килсессӗн, палӑрнӑ. Вӑл вилӗме тӗп тунӑ, Ырӑ Хыпар урлӑ тӗнчене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ илсе килнӗ. 11 Ҫав Ырӑ Хыпара пӗлтермешкӗн мана ӳкӗтлевҫӗ тата апостол, ытти халӑхсен вӗрентӳҫи тунӑ. 12 Асапӑм та манӑн ҫав сӑлтава пула, анчах та эпӗ вӑтанмастӑп. Мӗншӗн тесен эпӗ Кама ӗненнине пӗлетӗп, ҫав юлашки кун ҫитиччен Вӑл Хӑй мана шантарнине те вӑйра хӑварасса пӗлетӗп. 13 Ху манран илтнӗ чӑн-чӑн вӗрентӗве тӗслӗх вырӑнне хурса Иисус Христос панӑ ӗненӳпе тата юратулӑхпа пурӑн. 14 Хӑвна Турӑ шанса панӑ ыррине ӑшӑмӑрти Святой Сывлӑш пулӑшнипе упра.

15 Асирисем пурте, ҫав шутрах Фигелпа Ермоген та, мана пӑрахнине эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ. 16 Онисифор кил-йышне Хуҫамӑр ырӑлӑх патӑрах. Эпӗ тӗрмере ларнинчен вӑтанмасӑрах Онисифор мана хавхалантарсах тӑчӗ. 17 Унтан та ытларах, хӑй Римра чухне вӑл мана шыраса тупма пултарчӗ. 18 Ҫав юлашки кун ҫитсен Хуҫамӑр ӑна Хӑйӗн ырӑлӑхне курмалла тутӑрах. Ефесра вӑл мана мӗн тери пулӑшнине эсӗ хӑвах лайӑх пӗлетӗн.

2

Иисус Христосӑн шанчӑклӑ салтакӗ

1 Ҫапла вара, ывӑлӑм, Христос Иисусри ырӑлӑхпа тӗреклен. 2 Эпӗ сана нумай ҫын умӗнче вӗрентсе каланӑччӗ. Эсӗ ҫавна шанчӑклӑ, ыттисене ӳкӗтлеме пултаракан ҫынсене вӗрент. 3 Ӗнтӗ Иисус Христосӑн шанчӑклӑ салтакӗ пек пулса хӗн-хура тӳс. 4 Нимӗнле ҫар ҫынни те пурӑнӑҫри вак-тӗвек ӗҫсемпе аппаланмасть. Ун пек вӑл пуҫлӑхне юраймӗ. 5 Ӑмӑртӑва хутшӑнакан та, йӗркене пӑсса ӑмӑртсан, ҫӗнтерӳҫӗ пуҫ кӑшӑлне нихӑҫан та тивӗҫ пулаймӗ. 6 Тертленсе тырӑ-пулӑ ӳстернӗ ҫӗр ӗҫченӗ те хӑйӗн пайне чи малтан илме тивӗҫ. 7 Эпӗ мӗн калани пирки тӗплӗн шухӑшла. Хуҫамӑр сана йӑлтах ӑнланмалла тутӑрах.

8 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Христос Хуҫамӑра, Давид йӑхӗнчен тухнӑскере, яланах асра тыт. Эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар – Ун ҫинчен. 9 Вӑрӑ-хураха сӑнчӑрланӑ пек, мана Ырӑ Хыпар пӗлтернӗшӗн сӑнчӑрларӗҫ. Анчах та Турӑ сӑмахне сӑнчӑрлаймӑн. 10 Ҫавӑнпа, суйласа илнисем те Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса ҫӑлӑнӑҫ тата ӗмӗрлӗх мухтав илччӗр тесе, эпӗ вӗсемшӗн тем тӳсме те хатӗр. 11 Ҫак сӑмахсем чӑн: эпир Унпа пӗрле вилнӗ пулсан, Унпа пӗрлех чӗрӗлӗхлӗ пулӑпӑр. 12 Эпир тӳсетпӗр пулсан, Унпа пӗрлех патшара ларӑпӑр. Эпир Унран тунсан, Вӑл та пирӗнтен тунӗ. 13 Эпир шанчӑклӑ пулмасан та, Вӑл яланах шанчӑклӑ, мӗншӗн тесен Вӑл Хӑйӗнчен Хӑй тунма пултараймасть.

Ырӑ ята тивӗҫнӗ ӗҫчен

14 Ҫынсене ҫакна асилтерсех тӑр: вӗсем хӗрӳ тавлашусене ан хутшӑнччӑр тесе Хуҫа Турӑ ячӗпе тархасла. Унашкал тавлашусем итлекенсене усӑ мар, сиен кӑна кӳреҫҫӗ. 15 Турӑ умӗнче ырӑ ята тивӗҫмешкӗн тӑрӑш; пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫчен пек, чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс вӗрент. 16 Юрӑхсӑр, пуш калаҫусенчен пӑрӑн, мӗншӗн тесен пуш сӑмах вӗҫтерекенсем сӳпӗлтете-сӳпӗлтете Турра хисеплеми пулсах пырӗҫ. 17 Вӗсен сӑмахӗ рак чирӗ пек сарӑлӗ. Именейпе Филит та ҫавнашкалах 18 чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ. Вӗсем, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси пулса иртнӗ ӗнтӗ тесе, хӑшӗ-пӗрисен ӗненӗвне пӑсаҫҫӗ. 19 Анчах та Турӑ хывнӑ никӗс ҫирӗппипех; унта ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ Хӑйӗннисене пӗлет». Тата ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ ятне асӑнакан кирек кам та йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнтӑр». 20 Пысӑк кил-ҫуртра вара ылтӑн-кӗмӗл савӑт кӑна мар, йывӑҫпа тӑм савӑт та пур. Пӗрисемпе чаплӑ лару-тӑрура усӑ кураҫҫӗ, теприсемпе – кулленхи пурӑнӑҫра. 21 Ҫапла вара, йӗркесӗрлӗхрен тасатнӑ ҫын чаплӑ савӑт евӗр. Вӑл – Хуҫине юрӑхлӑ, сӑвапласа тасатнӑ, тӗрлӗрен ырӑ ӗҫре усӑ курмалли хатӗр. 22 Яш ӗмӗрӗн ҫылӑхлӑ шухӑшӗсенчен тар. Хуҫа Турӑ ятне таса чун-чӗрепе асӑнакансемпе пӗрле эсӗ тӳрӗлӗх, ӗненӳ, юратулӑх, канӑҫлӑх патне ӑнтӑл. 23 Ӑссӑр та айван тавлашусене ан хутшӑн: вӗсем хирӗҫӳ кӑларнине эсӗ хӑвах пӗлетӗн. 24 Хуҫа Турӑ чурин хирӗҫмелле мар, пуринпе те сӑпайлӑ пулмалла, ӳкӗтлеме пӗлмелле, ҫилӗ тытмалла мар. 25 Хӑйне хирӗҫлекенсене те унӑн йӑвашшӑн ӳкӗте кӗртмелле. Шуйттан вӗсене хӑй танатине лектернӗ, хӑйне пӑхӑнтарнӑ. Ҫав танатаран хӑтарасчӗ тесе, чӑнлӑха пӗлмешкӗн Турӑ вӗсене ӳкӗнтерессе шанса вӗрентмелле.

3

Юлашки вӑхӑтсенче

1 Ҫакна пӗлсе тӑр: юлашки кунсенче йывӑр вӑхӑтсем ҫитӗҫ. 2 Мӗншӗн тесен ҫынсем хӑйсене тата укҫана кӑна юратӗҫ. Вӗсем мӑнкӑмӑллӑ, мухтанчӑк, усал чӗлхеллӗ пулӗҫ; ашшӗ-амӑшне итлеме пӑрахӗҫ. Вӗсем тав тума та, ҫынна юратма та, Турра хисеплеме те пӗлмӗҫ. 3 Ун чухне ҫынсем каҫарма пӗлми, элекҫӗ, хӑйсене чарайми, хаяр, ыррине курайми пулӗҫ. 4 Вӗсем сутӑнчӑк, сӗмсӗр, каппайчӑк пулӗҫ; Турра юратас вырӑнне киленсе пурӑнма юратӗҫ. 5 Вӗсем Турра хисепленҫи тӑвӗҫ, анчах та ӑшра хисеплемӗҫ. Эсӗ вӗсемпе ан ҫыхлан. 6 Унашкаллисем ют кил-йыша йӑпшӑнса кӗрсе каяҫҫӗ те ҫӑмӑлттай хӗрарӑмсен ӑс-хакӑлне тыткӑнлаҫҫӗ. Ҫылӑх ӑшне путнӑ хӗрарӑмӗсем те тӑрлавсӑр кӑмӑлӗсем хыҫҫӑн каяҫҫӗ. 7 Вӗсем ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ вӗрентӳсем хыҫҫӑн хӑваласа чӑнлӑх мӗнне пӗлеймесӗрех юлаҫҫӗ. 8 Ианнийпе Иамврий Моисея епле хирӗҫленӗ, ҫав суя вӗрентӳҫӗсем те ҫаплах чӑнлӑха хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Вӗсем пӑсӑк ӑслӑ, чӑн ӗненӳ мӗнне те пӗлмеҫҫӗ. 9 Анчах та вӗсем инҫех каяймӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсен ӑссӑрлӑхӗ, лешсенни пекех, пӗтӗм халӑх умӗнче палӑрӗ.

Тимофея юлашкинчен вӗрентсе калани

10 Ӳкӗтӗм, пурӑнӑҫӑм, тӗллевӗм, ӗненӗвӗм, чӑтӑмлӑхӑм, юратулӑхӑм, ҫирӗплӗхӗм, терт-асапӑм – ҫаксем пурте саншӑн тӗслӗх. Антиохипе Иконире тата Листрӑра мана ӗненӳшӗн мӗнле хӗн-хур, терт-асап кӑтартнине эсӗ пӗлетӗн. Ҫав хӗн-хура эпӗ тӳссе ирттертӗм. Хуҫа Турӑ мана хӑтарса хӑварчӗ. 12 Тепӗр тесен, Турра хисеплесе, Христос Иисуспа пӗрлӗхлӗ пулса пурӑнас текенсене пурне те хӗсӗрлӗҫ. 13 Усал ҫынсемпе ултавҫӑсем вара, улталаса та улталанса, тата усалтарах ӗҫсем тӑвӗҫ. 14 Эсӗ хӑвна мӗне вӗрентнине, мӗн шанса панине ҫирӗп тытса пыр. Хӑвӑн вӗрентекенӳсене вара эсӗ аван пӗлетӗн. 15 Ҫитменнине, эсӗ ачаранах Таса Ҫырнине пӗлсе ҫитӗннӗ. Ҫырнинче мӗн калани сана Христос Иисуса ӗненсе ҫӑлӑнӑҫ тупмашкӑн ӑслӑлӑх парать. 16 Турӑ чурине чунпа аталанса ҫитмешкӗн, ырӑ ӗҫ тума хатӗр пулмашкӑн Ҫырни пур. Ӑна Турӑ Сывлӑшӗн витӗмӗпе ҫырнӑ. Ҫырни вӗрентме те, питлеме те, тӗрӗс ҫул ҫине кӑларма та, тӳрӗ пурӑнмашкӑн ӳкӗтлеме те усӑллӑ.

4

1 Иисус, тепре килсессӗн, Унӑн Патшалӑхӗ ҫитсессӗн, чӗррисене те, вилнисене те суд тӑвӗ. Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тархасласа сана ҫакна калатӑп: 2 Турӑ сӑмахне кирек хӑҫан та ҫине тӑрса вӗрент, кирлӗ чухне ҫынсене питле, чар, пӗтӗм чӑтӑмлӑхупа ӑс парса ӳкӗтле. 3 Вӑхӑт ҫитсессӗн ҫынсем чӑн вӗрентнине итлес темӗҫ. Хӑйсен кӑмӑлне тивӗҫтермешкӗн вӗсем йӑпӑлтатакан, хитре калаҫакан вӗрентекенсене суйлӗҫ. 4 Юмах юптарнине юратса, тӗрӗс сӑмахран пӑрӑнӗҫ. 5 Эсӗ вара пур тӗлӗшӗнчен те тимлӗ пул, хӗн-хура тӳс, Ырӑ Хыпар сар, хӑвӑн тивӗҫе пурнӑҫла.

6 Ӗнтӗ манӑн ку тӗнчерен каяс вӑхӑтсем ҫитрӗҫ, пурӑнӑҫӑма Турра кӳмешкӗн парне вырӑнӗ ҫине хучӗҫ. 7 Паттӑррӑн кӗрешрӗм, пурӑнӑҫ ҫулне вӗҫлерӗм, ӗненӗве упраса хӑвартӑм. 8 Халӗ ман валли ҫӗнтерӳҫӗн тӳрӗлӗх пуҫ кӑшӑлне хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав юлашки кун ҫитсен тӳрӗ суд тӑвакан Хуҫамӑр мана ӑна тӑхӑнтартӗ. Пуҫ кӑшӑлне Вӑл мана кӑна мар, Хӑй тепре килессе савӑнса кӗтекенсене пурне те парӗ.

Уйрӑм хушусем

9 Эсӗ ман пата хӑвӑртрах ҫитме тӑрӑш, 10 мӗншӗн тесен Димас мана пӑрахрӗ. Ку тӗнчери пурӑнӑҫа ытларах килӗштерсе вӑл Фессалоникӑна кайрӗ. Крискент Галатине тухса кайрӗ, Тит – Далматине. Манпа пӗр Лука ҫеҫ юлчӗ. 11 Мана пулӑшакан кирлӗ, ҫавӑнпа Марка хӑвпа пӗрле илсе кил. 12 Тихика эпӗ Ефеса ятӑм. 13 Эпӗ Троадӑра Карп патӗнче ҫиелти тумтирӗме хӑварнӑччӗ, килнӗ чухне ҫавна илсе кил. Тата унтан манӑн кӗнекесене, уйрӑмах тир ҫине ҫырнисене, илсе кил. 14 Пӑхӑр ӑсти Александр мана нумай усал турӗ. Хуҫа Турӑ ӑна ӗҫӗсене кура тавӑрса патӑрах! 15 Эсӗ те унран асӑрхан, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн вӗрентӗве питӗ хирӗҫчӗ.

16 Эпӗ судра малтанхи хут хӳтӗленсе калаҫнӑ чухне мана хавхалантарма никам та пымарӗ, пурте мана пӑрахрӗҫ. Ҫавӑ вӗсен ҫылӑхӗ шутне ан кӗтӗрччӗ! 17 Ырӑ Хыпара манӑн пӗлтерсе ҫитермелле пултӑр тесе, ытти халӑхсем пурте ҫавна илтме пултарччӑр тесе, мана Хуҫа Турӑ пӑрахмарӗ, вӑй пачӗ. Ҫапла вара эпӗ хама арӑслансене пӑрахса парасран хӑтӑлса юлтӑм. 18 Хуҫа Турӑ мана усал-тӗселтен хӑтартӑр, Хӑйӗн Ҫӳлти Патшалӑхне тӗрӗс-тӗкел илсе кӗтӗр. Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр мухтав пултӑр! Аминь.

Ҫыру вӗҫӗнчи саламсем

19 Прискиллӑпа Акилӑна тата Онисифор кил-йышне салам кала. 20 Ераст Коринфрах юлчӗ, чирлӗ Трофима вара эпӗ Милитра хӑвартӑм. 21 Хӗл лариччен килме тӑрӑш. Сана Еввул та, Пуд та, Лин та, Клавдия та, ытти ӗненекен тӑвансем те салам яраҫҫӗ. 22 Иисус Христос Хуҫамӑр санӑн чун-чӗмӳпе пӗрле пултӑр! Сире пурне те Турӑ ырӑлӑхӗ пултӑр! Аминь.