СӐВАПЛӐ ПЕТР АПОСТОЛ МӖН ПУР ӖНЕНЕКЕНСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ИККӖМӖШ ҪЫРУ

1

Саламлани

1 Иисус Христос чуринчен тата апостолӗнчен Симон Петртан – Туррӑмӑрпа Ҫӑлаканӑмӑр Иисус Христос тӳрӗлӗхне пула хамӑрпа танах паха ӗненӳ илнисене: 2 Турра тата Христос Иисус Хуҫамӑра пӗлсе пынӑҫемӗн сире ырӑлӑхпа канӑҫлӑх ытларах та ытларах пултӑр.

Христианин пулма чӗнсе тата суйласа илни

3 Хамӑра мухтавӗпе тата ырӑлӑхӗпе Чӗнсе илекене пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пынӑ пирки Турра хисеплесе пурӑнмашкӑн мӗн кирлине йӑлтах пире Унӑн турӑлӑх хӑвачӗ панӑ. 4 Хӑйӗн мухтавӗпех, ырӑлӑхӗпех Турӑ пире Хӑй евӗрлӗ пултарма чаплӑ та паха сӑмах парса шантарнӑ. Ҫав шантарнине тивӗҫмешкӗн вара пирӗн ку тӗнчере хуҫаланакан ӳт-пӳ астарнинчен пӑрӑнмалла. 5 Ҫакна тивӗҫмешкӗн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса ӗненӳре ырӑлӑхлӑ пулӑр, ырӑлӑхра пӗлӳллӗ пулӑр, пӗлӳре чараклӑ пулӑр, чараклӑхра чӑтӑмлӑ пулӑр, чӑтӑмлӑ пулса Турра хисеплӗр, Турра хисеплесе тӑванӑрсемпе туслӑ пулӑр, туслӑ пулса юратуллӑ пулӑр. 8 Сирӗн ҫак пахалӑхсем пур пулсан, вӗсене аталантарса пыратӑр пулсан, сирӗн Иисус Христос Хуҫамӑра пӗлесси ӑнӑҫлӑ та усӑллӑ пулӗ. 9 Камӑн ҫак пахалӑхсем ҫук, вӑл нимӗн те курмасть, суккӑр; вӑл хӑйӗн ӗлӗкхи ҫылӑхӗсене каҫарнине те астумасть. 10 Ҫавӑнпа та, тӑвансем, хӑвӑра Турӑ чӗнсе, суйласа илнине ҫирӗплетмешкӗн тимлӗрех тӑрӑшӑр: вара эсир нихӑҫан та такӑнмӑр. 11 Вара Иисус Христос Хуҫамӑрӑн, Ҫӑлаканӑмӑрӑн ӗмӗрлӗх Патшалӑхне кӗмелли алӑк сирӗншӗн яриех уҫӑлӗ.

12 Эсир ҫакна пӗлсе тӑратӑр, хӑвӑра пӗлтернӗ чӑнлӑха ҫирӗп ӗненетӗр. Апла пулин те, эпӗ сире ун ҫинчен астутарсах тӑмашкӑн пӑрахмӑп. 13 Чунӑм кӗлеткемре чухне сире ҫине-ҫинех аса илтерсе ыйхӑран вӑратни тӗрӗсех пулӗ тетӗп. 14 Мӗншӗн тесен чунӑм часах кӗлеткемрен уйӑрӑлса каясса эпӗ пӗлетӗп – ҫакна мана Иисус Христос Хуҫамӑр уҫса пачӗ. 15 Эппин, эпӗ сирӗнтен уйӑрӑлса кайсассӑн та ҫак сӑмахсем асӑртах упранччӑр тесе тӑрӑшӑп.

Христос мухтавӗ тата пророксен сӑмахӗсем

16 Эпир сире Иисус Христос Хуҫамӑрӑн хӑвачӗ ҫинчен, Вӑл килни ҫинчен юмах юптарса мар, Унӑн аслӑлӑхне хамӑр куҫпа хамӑр курнӑран каласа патӑмӑр. 17 Мӗншӗн тесен Вӑл чап-мухтавне Атте Турӑран илчӗ. Ҫавӑн чухне Ӑна ҫӳлти мухтавлӑхран: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра», – текен сасӑ илтӗнчӗ. 18 Тӳперен анакан ҫав сасса эпир Унпа пӗрле сӑваплӑ ту ҫинче пулнӑ чухне илтрӗмӗр. 19 Ҫакӑ пире пророксен сӑмахӗ чӑн пулнине тата хытӑрах ӗнентерет. Эсир те пророксен сӑмахне ҫутаткӑҫ вырӑнне хурса аван тӑватӑр. Вӑл тул ҫутӑлса киличчен, чун-чӗрӗрсенче ирхи шуҫӑм ҫӑлтӑрӗ тухиччен ҫутатать. 20 Анчах та ҫакна малтанах пӗлсе тӑрӑр: Ҫырнинчи пророкла сӑмахсене никам та хӑй тӗллӗн ӑнлантарса параймӗ. 21 Мӗншӗн тесен пророкла сӑмах нихӑҫан та ҫын хӑй калас тенипе каланмасть. Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисем ӑна Святой Сывлӑш хавхалантарнипе пӗлтереҫҫӗ.

2

Суя пророксемпе суя вӗрентӳҫӗсем

1 Турӑ халӑхӗ хушшинче суя пророксем авалах пулнӑ. Сирӗн хушшӑрта та ҫавнашкалах суя вӗрентӳҫӗсем пулӗҫ. Вӗсем ҫынна пӗтерекен пӑсӑк вӗрентӳсем сарӗҫ, хӑйсене хӑтарнӑ Хуҫа Турӑран пӑрӑнса, хӑйсен пӗтеслӗхне хӑйсемех час тупӗҫ. 2 Нумайӑшӗ вӗсем астарнӑ хыҫҫӑн кайӗҫ, вӗсене пула чӑнлӑх ҫулне хурлӗҫ. 3 Сире ултавлӑ сӑмахпа ҫавӑрса вӗсем пуяс кӑмӑлне тултарӗҫ. Анчах та вӗсене айӑплав хунӑ та ӗнтӗ, вӗсем пӗтесси инҫе мар.

4 Турӑ ҫылӑха кӗнӗ ангелсене те хӗрхенмен-ҫке-ха, суд кунӗнче айӑплав хуриччен сыхламашкӑн вӗсене тӗттӗм тамӑк тыткӑнне панӑ. 5 Турра хисеплеменнисен авалхи тӗнчине те Вӑл хӗрхенмен, шыв илтернӗ. Турӑ ун чухне сакӑр чуна кӑна – тӳрӗлӗх ӳкӗтлевҫи Нойпа унӑн кил-йышне кӑна – упраса хӑварнӑ. 6 Турра хисеп туманнисемшӗн ӳлӗмрен тӗслӗх пултӑр тесе, Вӑл Содомпа Гоморра хулисене тӗп тумашкӑн айӑпланӑ, ҫунтарса янӑ. 7 Анчах та Вӑл тӳрӗлӗхлӗ Лота, виҫесӗр аскӑн ҫынсем хушшинче пурӑнса йӑлӑхнӑскере, хӑтарнӑ. 8 (Мӗншӗн тесен вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене курса-илтсе пурӑннӑран ҫак тӳрӗ ҫыннӑн таса чунӗ куллен асапланнӑ.) 9 Эппин, тӳрӗ пурӑнакансене асапран епле упраса хӑвармаллине те, йӗркесӗррисене суд кунӗнче айӑплав хуриччен епле сыхламаллине те Хуҫамӑр пӗлет. 10 Ӳт-пӳ хистенин пӑсӑклӑхӗ хыҫҫӑн каякансемпе, тӳпери влаҫсене ним вырӑнне те хуманнисемпе мӗн тумаллине вара Турӑ тата лайӑхрах пӗлет. Ҫавнашкаллисем чӑрсӑрланма, кутӑнлашма юратаҫҫӗ, ҫӳлти ангелсене хурлама та именмеҫҫӗ. 11 Ангелсем вара, ҫынсенчен темӗн чухлӗ вӑйлӑрах, хӑватлӑрах пулин те, вӗсем ҫинчен Хуҫа Турӑ умӗнче хурласа, айӑпласа калаҫмаҫҫӗ. 12 Ҫав суя вӗрентӳҫӗсем хӑйсем пӗлменнине хурлаҫҫӗ. Вӗсем – тытса вӗлерме кӑна ҫуралнӑ, ҫут ҫанталӑк хистенипе кӑна пурӑнакан ӑссӑр тискер кайӑк евӗрлӗ; вӗсен, пӑсӑкскерсен, пӗтмелле пулӗ. 13 Йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн вӗсене тавӑру пулӗ. Вӗсем кун ҫутинчех ӗҫсе-асса пурӑннине киленӗҫ теҫҫӗ. Вӗсем, намӑса пӗлменскерсем, ыттисене те ирсӗрлетеҫҫӗ; вӗсем, сирӗнпе пӗрле ӗҫсе-ҫисе, хӑйсен ултавлӑ киленӗҫӗшӗн савӑнса лараҫҫӗ. 14 Вӗсен куҫӗсем те ясарлӑхпа, ҫылӑха кӗрес килнипе ҫунса тӑраҫҫӗ. Хавшак чунлисене ҫав ҫынсем илӗртсе улталаҫҫӗ. Вӗсем, ҫӑткӑн чунлӑскерсем, ылхан ачисем. 15 Вӗсем тӳрӗ ҫултан пӑрӑнса, ҫӗтсе кайнӑ. Вӗсем Восор ывӑлӗн Валаамӑн йӗрӗпех пыраҫҫӗ. Валаама вара тӳрӗ мар ӗҫшӗн илес парне илӗртнӗ. 16 Анчах та ӑна тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ: чӗлхесӗр ашак ами этем чӗлхипе калаҫа пуҫланӑ та пророкӑн ӑссӑрлӑхне чарнӑ.

17 Ҫав суя вӗрентӳҫӗсем типӗ ҫӑл пек, ҫил-тӑвӑл хӑвалакан пӗлӗт пек: вӗсем валли ӗмӗрлӗх сӗм-тӗттӗм вырӑн хатӗр. 18 Мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен хӑпартланчӑк пуш сӑмахӗсемпе йӑнӑш ҫул ҫинчен анчахрах пӑрӑннисене ӳт-пӳ хистенин аскӑнлӑхне ҫаклатаҫҫӗ. 19 Суя вӗрентӳҫӗсем вӗсене ирӗклӗх сӗнеҫҫӗ, хӑйсем вара – ирсӗрлӗх чурисем. Этем кама е мӗне пӑхӑнать, ҫавӑн чури пулать. 20 Иисус Христос Хуҫамӑра тата Ҫӑлаканӑмӑра пӗлнипе пӗрре ҫак тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен хӑтӑлса тепре каллех ун ӑшне путакан, ирсӗрлӗхе пӑхӑнакан ҫынсемшӗн кайранхи малтанхинчен те усалтарах пулать. 21 Чӑнлӑх ҫулне пӗлсе тӑнӑ ҫинчех вӗсем каялла тавӑрӑнчӗҫ, хӑйсене шанса панӑ таса пил-хушусенчен пӑрӑнчӗҫ. Ҫапла хӑтланни чӑнлӑх ҫулне пачах пӗлменнинчен те начартарах. 22 «Йытӑ хӑй хӑсӑкӗ патне тавӑрӑнать», «Ҫуса тасатнӑ сысна каллех пылчӑк ӑшӗнче йӑваланма каять» текен ваттисен сӑмахӗсем питӗ тӗрӗс иккен! Вӗсем ҫавӑн пек хӑтланаҫҫӗ те.

3

Христос тепре килесси

1 Савнӑ тӑвансем! Ӗнтӗ сирӗн патӑра иккӗмӗш ҫыру ҫыратӑп. Шухӑшӑрсем таса пулччӑр тесе хамӑн ҫырусенче эпӗ сире ҫакӑн пирки аса илтерсех тӑратӑп: 2 сӑваплӑ пророксем авалах каланӑ сӑмахсене тата апостолсем хӑвӑра вӗрентнӗ Хуҫамӑрӑн тата Ҫӑлаканӑмӑрӑн пил-хушӑвӗсене асра тытӑр. 3 Пуринчен те ытларах вара ҫакна пӗлсе тӑрӑр: юлашки кунсенче ҫылӑхлӑ кӑмӑлӗсене мала хуракан сӗмсӗр хурлавҫӑсем тупӑнӗҫ. 4 «Христос тепре килме шантарнӑ. Ӑҫта-ха Вӑл? Мӑн асаттесем вилме пуҫланӑранпах, тӗнче пуҫланнӑранпах нимӗн те улшӑнмасть, йӑлтах ҫаплипех юлать», – тейӗҫ вӗсем. 5 Ҫапла шухӑшлакансем Турӑ сӑмахӗ чӑн малтан тӳпене те, ҫӗре те шывран тунине, шывпа пултарнине пӗлмеҫҫӗ, 6 пӗтессе те ун чухнехи тӗнче шыва путса пӗтнӗ. 7 Туррӑн сӑмахӗпех тытӑнса тӑракан хальхи тӳпепе ҫӗр вара вут валли упранать. Турра хисеплемен ҫынсем суд кунӗнче вутра пӗтӗҫ.

8 Эй, савнӑ тӑвансем! Ҫакна ҫеҫ нихӑҫан та ан манӑр: Хуҫа Турӑшӑн пӗр кун та пин ҫул пек, пин ҫул та пӗр кун пек анчах. 9 Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла калаҫҫӗ: Хуҫамӑр Хӑй сӑмах панине пурнӑҫлама васкамасть. Ку васкаманни мар, пире хӗрхенсе чӑтни. Вӑл никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тесе кӗтет. 10 Хуҫамӑрӑн кунӗ ҫӗрлехи вӑрӑ пек килсе ҫитӗ. Ҫав кун тӳпе кӗр-кӗрлесе пӗтсе ларӗ, ҫут ҫанталӑкри тӗп пайрӑмсем хыпса илсе арканӗҫ, ҫӗр тата ҫӗр ҫинче этем туни пӗтӗмпех ҫунса кайӗ. 11 Енчен те пӗтӗмпех ҫапла пӗтмелле пулсан хӑвӑрӑн епле сӑваплӑ, Турра хисеплесе пурӑнмалли ҫинчен шухӑшлӑр. 12 Туррӑн кунӗ килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтӗр. Ҫав кун вут хыпса илнӗ тӳпе арканӗ, ҫут ҫанталӑкӑн тӗп пайрӑмӗсем ирӗлсе кайӗҫ. 13 Анчах та Турӑ шантарнӑ тӑрӑх эпир ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗре кӗтетпӗр, унта тӳрӗлӗх пулӗ.

14 Ҫапла вара, савнӑ тӑвансем, ҫакна кӗтсе, Турӑ умне ирсӗрленмесӗр те ҫитменлӗхсӗр, ҫураҫуллӑн тӑрасчӗ тесе тӑрӑшӑр. 15 Тата ҫакна астӑвӑр: Хуҫамӑр хӗрхенсе чӑтни пире ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать. Турӑ панӑ ӑс-хакӑлпа ун пирки сирӗн патӑра савнӑ Павел тӑванӑмӑр ҫырнӑччӗ ӗнтӗ. 16 Ытти мӗн пур ҫырӑвӗсенче те вӑл ҫавӑн ҫинченех калать. Унӑн ҫырӑвӗсенче ӑнланма йывӑр вырӑнсем те пур. Ҫавӑнпа та пӗли-пӗлми калаҫакан, ҫирӗп ӗненмен ҫынсем Павел ҫырӑвӗсене, Ҫырнинчи ытти вырӑнсем пекех, пӑсса ӑнлантараҫҫӗ. Уншӑн вӗсен пӗтмелле пулӗ. 17 Ҫапла вара, савнӑ тӑвансем, ҫаксем ҫинчен сире малтанах систернӗ. Эппин, йӗркесӗр ҫынсен суйи хыҫҫӑн каясран, хӑвӑра вӗрентнинчен пӑрӑнасран асӑрханӑр. 18 Унтан та ытларах, Турӑ панӑ ырӑлӑхпа аталансах пырӑр, Иисус Христос Хуҫамӑра, хамӑра Ҫӑлаканӑмӑра, пӗлнӗҫемӗн пӗлсех пырӑр. Ӑна халӗ те, ӗмӗрлӗх кунра та мухтав! Аминь.