СӐВАПЛӐ ПАВЕЛ АПОСТОЛ КОРИНФРИ ӖНЕНЕКЕНСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ИККӖМӖШ ҪЫРУ

1

Саламлани

1 Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христосӑн апостолӗ пулма тивӗҫнӗ Павелран тата Тимофей тӑванӑмран – Коринфри Турӑ чиркӗвне тата пӗтӗм Ахаияри мӗн пур ӗненекенсене. 2 Сире Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.

Павел Турра тав туни

3 Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр! Вӑл – хӗрхенӳлӗхӗн Ашшӗ, тем тӗрлӗ лӑплантару Турри. 4 Вӑл пире тӗрлӗ хӗн-хурта лӑплантарать. Турӑ панӑ ҫав лӑплантарупа эпир те хӗн-хур куракансене лӑплантарма пултаратпӑр. 5 Пурӑнӑҫӑмӑрта Христос тӳснӗ пек асапсем нумайланса пынӑҫемӗн эпир Христос урлӑ нумайрах та нумайрах лӑплантару илетпӗр. 6 Хурлӑх курасса та эпир сире лӑплантарма, ҫӑлӑнӑҫ пама куратпӑр. Лӑплану илнӗрен вара эпир чӑтнине эсир те тӳсӗмлӗн чӑтаятӑр. 7 Эпир сире ҫирӗп шанатпӑр. Лӑплану илессе те эпир сире лӑплантарма, ҫӑлӑнӑҫ пама илетпӗр. Эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: хурлӑхра та, лӑпланура та эсир яланах пирӗнпе пӗрле.

8 Эй, тӑвансем! Эпир Асире мӗнле хӗн-хур тӳснине сире пӗлтермесӗр хӑварас килмест. Ҫав чӑтма ҫук йывӑр асапа пула эпир хамӑр чӗрӗ юласса та шанма пӑрахнӑччӗ, 9 пире вилмех пӳрнӗ пулӗ тенӗччӗ. Анчах та мӗн пулни йӑлтах хамӑра мар, вилнисене чӗртекен Турра шанмашкӑн пулса иртнӗ иккен. 10 Турӑ ун чухне пире, вилес патнех ҫитнӗскерсене, хӑтарчӗ; халӗ те хӑтарать. Эсир пирӗншӗн кӗлтусах тӑрсан, Турӑ пире малашне те хӑтарасса шанатпӑр. Вара, нумайӑшӗн кӗллине илтсе, пире хӗрхеннӗшӗн нумай-нумай ҫын Турра тав тӑвӗ.

Павел Коринфа вӑхӑтра пырайманни

12 Эпир вара таса чунпа ҫакна калатпӑр: ҫынсемпе, уйрӑммӑнах сирӗнпе, эпир пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ пек уҫӑ кӑмӑллӑ пултӑмӑр; этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ ырӑлӑхӗпе пурӑнтӑмӑр. Ҫавӑншӑн эпир мухтанатпӑр. 13 Ҫырасса та эпир сирӗн пата вуласа ӑнланма ҫук япаласем ҫинчен ҫырмастпӑр. Иисус Христос Хуҫамӑрӑн кунӗнче эпир сирӗн урлӑ, эсир пирӗн урлӑ мухтава тухасса ӑнлана пуҫларӑр, ӗнтӗ тӗппипех ӑнланса илессе шанатӑп.

15 Ҫакна ҫирӗп шанса, сире тепӗр хут чун-чӗм пархатарӗ парас тесе эпӗ сирӗн патӑра маларах пырасшӑнччӗ. 16 Пӗрре эпӗ сирӗн патӑра Македоние кайнӑ чухне ҫула май кӗресшӗнччӗ, тепре – унтан тавӑрӑннӑ чухне. Эсир вара мана Иудейӑна ӑсатса ярӑттӑр. 17 Ҫапла шухӑшласа эпӗ ҫӑмӑлттайла хӑтлантӑм-ши? Е мӗн те пулин тума шухӑшласан ҫак тӗнче ҫыннисем пек пӗрре апла, тепре капла калаҫатӑп-и? 18 Эпир сире пӗрре апла, тепре капла темен. Турӑ епле шанчӑклӑ, пирӗн сӑмахӑмӑр та ҫапла шанчӑклӑ. 19 Эпӗ те, Силуан та, Тимофей та – виҫсӗмӗр те – сирӗн патӑрта Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентрӗмӗр. Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине килтерни «ҫапла» е «ҫук» тени мар, татӑклӑн «ҫапла» тени пулать. 20 Турӑ шантарнисем Христосра пурте «ҫапла». Ҫавӑнпа та эпир Христос урлӑ Турра «аминь» тесе мухтатпӑр. 21 Пире те, сире те Христоспа пӗрлӗхлӗ туса ҫирӗплетекенӗ, суйласа илекенӗ вара – Турӑ. 22 Вӑл пире Хӑйӗн пичечӗпе палӑртнӑ, пулассине шантарса чӗремӗрсене Хӑйӗн Сывлӑшне хывнӑ.

23 Турӑ умӗнче калатӑп: сире хӗрхеннӗрен эпӗ Коринфа халӗ те пырса ҫитейместӗп-ха. 24 Эпир сирӗн ӗненӗвӗрпе пуҫ пуласшӑн мар – сире савӑнтармалӑх сирӗнпе пӗрле тӑрӑшасшӑн. Ӗненӳре вара эсир хӑвӑрах ҫирӗп.

2

1 Ҫапла вара, эпӗ сирӗн патӑра пырса татах кулянтарса ҫӳрес темерӗм. 2 Сире кулянтарсан мана савӑнтараканӗ кам пулӗ? Эсирех, хам кулянтарнисемех, мар-и вара? 3 Сирӗн патӑра пырсассӑн эсир мана савӑнтарасса кӗтетӗп. Ҫавӑнпа та, кулянмалла пулса ан тухтӑрччӗ тесе, ҫакна пыричченех ҫыртӑм та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен манӑн савӑнӑҫӑм сирӗншӗн пуриншӗн те савӑнӑҫ. Эпӗ сирӗн пирки иккӗленместӗп. 4 Ҫырасса та эпӗ сирӗн патӑра питӗ хуйхӑллӑ, суранлӑ чӗрепе, вӗри куҫҫуль юхтарса ҫыртӑм. Сире кулянтарас тесе мар, хам сире мӗн тери юратнине пӗлччӗр терӗм.

Кӳрентерекенсене каҫарасси

5 Мана кӳрентерекен те пулчӗ-ха, анчах вӑл мана кӑна мар, сире пурсӑра та пӑртак кӳрентерчӗ. Ӳстерсе калас мар тенӗрен пӑртак тетӗп-ха. 6 Ҫавнашкал ҫыншӑн нумайӑшӗ питлени хӑех айӑплани пулӗ. 7 Ӗнтӗ вӑл ытлашши хуйха ан ӳктӗр тесен, эсир ӑна каҫарни, лӑплантарни вырӑнлӑрах. 8 Ҫавӑнпа та тархасласах ыйтатӑп: хӑвӑр ӑна малтанхиллех юратнине кӑтартса парӑр. 9 Малтанхи ҫырӑвне те эпӗ сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сӑмахӑмран иртместӗр-ши тесе ҫырнӑччӗ. 10 Эсир кама каҫаратӑр, эпӗ те ӑна каҫарӑп. Эпӗ те, кама та пулин каҫарсан, ӑна Христос умӗнче сирӗншӗн каҫаратӑп. 11 Ҫапла туни пире шуйттан ҫиеле тухасран хӑтарать; унӑн киревсӗр шухӑшӗсем пирӗншӗн паллӑ.

Павел канӑҫсӑрлӑхӗ тата лӑпланӑвӗ

12 Эпӗ Троадӑна Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме пырсассӑн, Хуҫамӑр мана лайӑх майсем уҫса пачӗ. 13 Ҫапах та манӑн ӑшӑм вӑркарӗ, мӗншӗн тесен эпӗ унта Тит тӑванӑмӑра тупаймарӑм. Вара унтисемпе сывпуллашрӑм та Македоние тухса кайрӑм.

14 Тавах Турра! Турӑ пире Христос урлӑ яланах ҫӗнтерӳллӗ тӑвать. Пирӗн урлӑ вара Хӑй ҫинчен пур ҫӗрте те техӗмлӗ те чаплӑ пӗлӳ сарать. 15 Эпир Турӑшӑн – Христосӑн техӗмлӗхӗ. Ҫав ырӑ шӑршӑ ҫӑлӑнакансем хушшинче те, пӗтекенсем хушшинче те сарӑлать. 16 Пӗрисемшӗн эпир вилӗм кӳрекен пӗтмелли шӑршӑ, теприсемшӗн – чӗрӗлӗх паракан пурӑнӑҫ шӑрши. Ҫак тивӗҫе кам хӑй ҫине илме пултарӗ? 17 Нумайӑшӗ Турӑ сӑмахне пӑсса вӗрентеҫҫӗ, эпир апла вӗрентместпӗр. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ сӑмахне Унӑн ҫыннисем пек таса чунпа пӗлтерсе, Турӑ умӗнче вӗрентетпӗр.

3

Ҫӗнӗ Халалшӑн тӑрӑшакансем

1 Сире хамӑрпа ҫӗнӗрен паллаштармалла-и? Хӑшӗ-пӗрисем сирӗн патӑра пынӑ чухне е сирӗн патӑртан кайнӑ чухне ятарласа хӑйсене ырланӑ ҫыру ҫыртараҫҫӗ. Пире вӑл кирлӗ-и? Паллах, кирлӗ мар. 2 Пирӗн ҫыру – эсир. Ӑна чӗремӗрсенче ҫырнӑ, ӑна пурте пӗлеҫҫӗ, пурте вулаҫҫӗ. 3 Эсир Христосӑн ҫырӑвӗ иккенне хӑвӑрах кӑтартса паратӑр. Эпир тӑрӑшнипе ӑна чернилпа мар, чӗрӗ Туррӑн Сывлӑшӗпе ҫырнӑ. Ӑна чул хӑма ҫине мар, этем чӗрисем ҫине ҫырнӑ. 4 Пирӗн ҫак ҫирӗп шанчӑк Христос урлӑ Турӑран килет. 5 Мӗн те пулин хамӑртан килет текен шухӑш пирӗн пуҫа та пырса кӗмест, мӗншӗн тесен пирӗн пултарулӑх – Турӑран. 6 Турӑ пире Ҫӗнӗ Халалшӑн тӑрӑшма пултарулӑх панӑ. Ҫав Халалра вара чи кирли – ҫырнӑ сас палли мар, Сывлӑш. Мӗншӗн тесен саккунри чӗрӗ мар сас палли вилӗм кӳрет, Сывлӑш вара чӗрӗлӗхлӗ тӑвать.

7 Чул хӑмасем ҫине ҫырнӑ чӗрӗлӗх парайман сас паллишӗн ӗҫлесе тӑни те мухтавлӑ пулнӑ. Ҫав сӳнес мухтав ҫути ҫиҫсе тӑнӑран Израиль ҫыннисем Моисей сӑн-пичӗ ҫине те пӑхма пултарайман. 8 Саккуншӑн ӗҫлесе тӑни те ҫав тери мухтавлӑ пулсассӑн, Сывлӑш хавхалантарнипе тӑрӑшасси татах та мухтавлӑрах мар-и? 9 Айӑплакан саккуншӑн ӗҫлесе тӑни чаплӑ пулсассӑн, тӳрре кӑларакан халашӑн тӑрӑшасси мӗн тери чаплӑрах! 10 Ку тӗлӗшӗнчен вара кайранхи мухтав ҫути хупласа хунӑран малтанхи халӗ мухтав пек те туйӑнмасть. 11 Мӗншӗн тесен сӳнес ҫутӑ мухтавлӑ пулсан, сӳнмен ҫутӑ мӗн тери мухтавлӑрах.

12 Ҫавнашкал шанчӑк пуртан эпир уҫҫӑн та хӑюллӑн калаҫатпӑр. 13 Эпир Моисей пек мар. Израиль ҫыннисем мухтав ҫути сӳннине ан асӑрхаччӑр тесе, вӑл сӑн-питне пӗркенчӗкпе хупласа ҫӳренӗ. 14 Анчах та Израиль ҫыннисен ӑсӗ хытса ларнӑ. Авалхи Халала вуланӑ чухне вӗсем ҫав пӗркенчӗке уҫаймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл Христос урлӑ кӑна уҫӑлать. 15 Моисей саккунне вуланӑ чухне паян кунчченех вӗсен чун-чӗрине пӗркенчӗк витсе тӑрать; 16 анчах та Хуҫамӑр енне ҫавӑрӑнсан ҫав пӗркенчӗк илӗнет. 17 Хуҫамӑр вӑл – Сывлӑш; Хуҫамӑрӑн Сывлӑшӗ ӑҫта, ирӗклӗх те ҫавӑнта. 18 Пирӗн ҫине, уҫӑ сӑн-питлӗскерсем ҫине, Хуҫа Турӑ мухтавӗн ҫути тӗкӗр ҫине ӳкнӗ пек ӳкет. Хуҫа Туррӑмӑрӑн Сывлӑшӗ пулӑшнипе эпир Ун евӗрлӗ пулса, чаплӑланса пыратпӑр.

4

Тӑм савӑтри мул

1 Турӑ пире Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе ҫакнашкал ӗҫ шанса панӑ, ҫавӑнпа эпир хуйха ӳкместпӗр. 2 Унтан та ытларах, вӑрттӑн та намӑс ӗҫсенчен пӑрӑнса, эпир чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр. Чӑнлӑха уҫҫӑн пӗлтерсе Турӑ умӗнче эпир ҫынсене хамӑрпа хамӑрах паллаштаратпӑр. 3 Эпир пӗлтерекен Ырӑ Хыпар хупланчӑк пулсассӑн, вӑл пӗтмелли ҫул ҫинче тӑракансемшӗн кӑна ҫапла. 4 Вӗсен, ӗненменнисен, ӑсне ҫак тӗнче турри суккӑрлатнӑ. Вӗсем Христос мухтавӗ ҫинчен калакан Ырӑ Хыпар ҫутине курмаҫҫӗ. Христос вара – курӑнман Туррӑн курӑннӑ сӑнарӗ. 5 Эпир хамӑр ҫинчен вӗрентместпӗр, Иисус Христос вӑл пирӗн Хуҫамӑр пулни ҫинчен вӗрентетпӗр. Эпир Иисус ячӗшӗн сирӗн чура пултӑмӑр. 6 Ҫутта тӗттӗмлӗхрен пулма хушнӑ Турӑ пире Хӑйӗн мухтавне пӗлтерсе ҫутта кӑлармашкӑн чӗремӗрсене ҫутатрӗ. Мухтав ҫути вара Иисус Христос сӑн-питӗнчен килет.

7 Эпир ҫав мул упранакан тӑм савӑтсем ҫеҫ. Ҫапла ӗнтӗ, виҫесӗр вӑй-хӑват пирӗнтен мар, Турӑран килни уҫҫӑнах палӑрать. 8 Ҫавӑнпа та пире темӗн чухлӗ таптасан та аркатаймаҫҫӗ. Тӳсме ҫук йывӑрлӑхра та эпир шанчӑка ҫухатмастпӑр. 9 Пире хӗсӗрлеҫҫӗ, анчах Турӑ пӑрахмасть. Пире ураран ӳкереҫҫӗ, анчах пӗтереймеҫҫӗ. 10 Хамӑр ӳт-пӳре Иисусӑн чӗрӗлӗхӗ палӑртӑр тесе, эпир яланах Иисус Хуҫамӑрӑн вилӗмлӗхӗпе ҫӳретпӗр. 11 Эпир, вилӗмлӗ ӳт-пӳре Иисусӑн чӗрӗлӗхӗ палӑртӑр тесе, пурӑннӑ чухне Иисус ячӗшӗн тӑтӑшах вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑратпӑр. 12 Ҫапла вара, пирӗн валли – вилесле асапсем, сирӗн валли – чӗрӗ пурӑнӑҫ. 13 «Эпӗ ӗненетӗп, ҫавӑнпа калатӑп», – тенӗ Ҫырнинче. Эпир те ҫавнашкалах ҫирӗп ӗненетпӗр, ӗненнӗрен калатпӑр та. 14 Мӗншӗн тесен ҫакна пӗлетпӗр: Иисус Хуҫамӑра чӗртсе тӑратнӑ Турӑ пире те, Иисуса чӗртнӗ пекех чӗртсе, сирӗнпе пӗрле Хӑй умне тӑратӗ. 15 Ӗнтӗ нумайӑшӗ Туррӑн тулли ырӑлӑхне илсе Турра ытларах та ытларах тав туса мухтаччӑр тесе, эпир пурне те сирӗншӗн тӳсетпӗр.

Ӗненӳпе пурӑнасси

16 Ҫавӑнпа та эпир хуйха ӳкместпӗр. Ӳт-пӳ ватӑлать пулин те, чун-чӗм кунран-кун ҫӗнелсех пырать. 17 Вӑхӑтлӑх кӑшт асапланнӑшӑн эпир виҫесӗр пысӑк, ӗмӗрлӗх мухтав илетпӗр. 18 Эпир курӑнаканни патне мар, курӑнманни патне ӑнтӑлатпӑр; мӗншӗн тесен курӑнаканни вӑхӑтлӑха, курӑнманни ӗмӗрлӗхе.

5

1 Эпир пӗлетпӗр: ҫӗр ҫинчи пирӗн пӳрт, ҫак хӳшӗ, аркансассӑн, тӳпере пирӗн алӑпа туман, Турӑ хатӗрленӗ ӗмӗрлӗх кил-ҫурт пур. 2 Ҫавӑнпа та ҫӗр ҫинчи хӳшӗре пурӑннӑ чухне эпир тӳпери кил-ҫуртӑмӑра кӗресшӗн, тӳпе тумтирне тӑхӑнасшӑн тертленсе ахлататпӑр. 3 Анчах та тумланнӑ ҫинчех пирӗн ҫарамас юлас марччӗ. 4 Эпир ҫав ӳт-пӳлӗх хӳшши пусса тӑнипе тертленсе ахлататпӑр. Эпир ӳт-пӳлӗхе хывса пӑрахасчӗ теместпӗр, ун ҫийӗнчен тӳпе тумтирне тӑхӑнасчӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вилӗмлине хуплатӑрччӗ тетпӗр. 5 Турӑ пире шӑпах та ҫавӑншӑн хатӗрленӗ, сӑмахне тытма шантарса Хӑйӗн Сывлӑшне панӑ.

6 Ӗнтӗ эпир яланах хастар кӑмӑллӑ. Ӳт-пӳлӗх хӳшшинче пурӑннӑ чухне Хуҫамӑртан аякра пулнине пӗлетпӗр – 7 эпир хамӑр куҫ мӗне курнипе мар, чунӑмӑр мӗне ӗненнипе пурӑнатпӑр – 8 ҫавӑнпа та эпир, хастар кӑмӑллӑ пулса, ӳт-пӳрен тухса Хуҫамӑр патне куҫни аванрахчӗ тесе ӗмӗтленсе пурӑнатпӑр. 9 Ҫавӑнпа эпир ӳт-пӳлӗх хӳшшинче пурӑннӑ чухне те, унтан тухсан та Ӑна юрӑхлӑ пулаясчӗ тесе тимлӗн тӑрӑшатпӑр. 10 Мӗншӗн тесен пирӗн пурин те Христос сучӗ умне тӑмалла, ӳт-пӳлӗх хӳшшинче пурӑннӑ чухне мӗн тунине кура – ырӑ е усал тунине кура – тивӗҫлине илмелле.

Ҫынсене Турӑпа ҫураҫтарас ӗҫ

11 Ҫапла вара, Хуҫа Турӑ сумлӑхӗнчен хӑрамаллине пӗлсе, эпир ҫынсене ӳкӗтлетпӗр. Турӑ пире пӗлсе тӑрать, эсир те пире пӗлетӗр пуль тесе шанатӑп. 12 Ҫакна эпир хамӑра каллех ырлаттарасшӑн каламастпӑр. Хӑшӗ-пӗрисем чунрипе мухтанас вырӑнне тулашӗнчипе мухтанаҫҫӗ. Ун пеккисене тавӑрса каламашкӑн эпир сире хамӑрпа мухтанма сӑлтав паратпӑр. 13 Эпир ӑсран тухнӑ пек тӑрӑшни – Турӑшӑн, ӑслӑ-тӑнлӑ тӑрӑшни – сирӗншӗн. 14 Мӗншӗн тесен пире Христос юратулӑхӗ ертсе пырать. Эпир ҫапла шухӑшлатпӑр: пӗри пуриншӗн те вилнӗ пулсассӑн, эппин пурте вилнӗ. 15 Чӗррисем хӑйсемшӗн мар, хӑйсемшӗн вилсе чӗрӗлнишӗн пурӑнччӑр тесе, Христос пуриншӗн те вилнӗ.

16 Ҫавӑнпа эпир текех никама та этемле шухӑшласа хакламастпӑр. Маларах эпир Христос пирки ҫавнашкал этемле шухӑшланӑ пулсан, халӗ ӗнтӗ ун пек шухӑшламастпӑр. 17 Ҫапла вара, кам Христоспа пӗрлӗхлӗ, Турӑ ҫавна ҫӗнӗрен пултарнӑ. Авалхи иртсе кайнӑ, халӗ йӑлтах ҫӗнни. 18 Ҫакӑ пӗтӗмпех Турӑран, Вӑл пире Христос урлӑ Хӑйӗнпе ҫураҫтарнӑ, ҫынсене Хӑйӗнпе ҫураҫтарас ӗҫе пире шанса панӑ. 19 Мӗншӗн тесен Турӑ, ҫынсен ҫылӑхӗсене шута хумасӑрах, Христос урлӑ Хӑйпе тӗнчене ҫураҫтарнӑ, ҫураҫтару сӑмахне вӗрентме пире шанса панӑ. 20 Ҫапла ӗнтӗ эпир Христос ячӗпе вӗрентме янӑскерсем пулатпӑр. Эпир ӳкӗтлеместпӗр, пирӗн урлӑ Турӑ Хӑй ӳкӗтлет, ӗнтӗ Христос ячӗпе тархаслатпӑр: Турӑпа ҫураҫӑр. 21 Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса Турӑ умӗнче тӳрре тухчӑр тесе, пирӗн ҫылӑхсемшӗн Вӑл ҫылӑха кӗрсе курманскере парнелӗхе кӳнӗ.

6

1 Эпир вара, Турӑ ӗҫне тӑвакансем пулса, сире ҫапла йӑлӑнатпӑр: Турӑ ырӑлӑхне илни сирӗншӗн усӑсӑр ан пултӑр. 2 «Майлӑ вӑхӑтра Эпӗ сана илтрӗм, ҫӑлӑнӑҫ кунӗнче сана пулӑшрӑм», – тесе каланӑ-ҫке Турӑ. Акӑ ӗнтӗ ҫав майлӑ вӑхӑт ҫитрӗ, акӑ ӗнтӗ ҫав ҫӑлӑнӑҫ кунӗ килчӗ. 3 Хамӑр ӗҫе ан хурлаччӑр тесе эпир никама та, нимӗнле те такӑнтармастпӑр. 4 Пур тӗлӗшӗнчен те хамӑра Турӑ ӗҫне тӑвакансем пек тыткалатпӑр, пурне те пысӑк чӑтӑмлӑхпа тӳсетпӗр: хура-шурне те, хӗсӗрленине те, 5 хӗненине те, тӗрмене хупнине те, хӳтернине те, йывӑр ӗҫе те, ҫӗр ҫывӑрманнине те, хырӑм выҫҫине те. 6 Хамӑр ӗҫе эпир таса, ӑслӑ-тӑнлӑ, пысӑк чунлӑ, ырӑ, Святой Сывлӑш тивлечӗллӗ, чӑн-чӑн юратуллӑ, 7 чӑнлӑх сӑмахӗллӗ, Турӑ вӑй-хӑвачӗллӗ пулнипе ҫирӗплететпӗр. Икӗ аллӑмӑрта та – тӳрӗлӗх хӗҫӗ. 8 Чыслӑхпала чыссӑрлӑх, ырӑ ятпа усал ят пирӗн хыҫҫӑнах ҫӳреҫҫӗ. Пирӗнте суялӑх ҫук пулин те, пире суеҫӗ теҫҫӗ. 9 Эпир паллӑ ҫынсем мар, анчах пире пурте пӗлеҫҫӗ. Пирӗн ҫинчен вилнӗ сӑмах та кӑлараҫҫӗ, акӑ, хӑвӑрах куратӑр, эпир чӗрӗ. Пире вӗлермеллех айӑплаҫҫӗ, анчах та эпир вилместпӗр. 10 Пире кӳрентереҫҫӗ, анчах та эпир яланах савӑнӑҫлӑ. Пире чухӑн теҫҫӗ, анчах та эпир нумайӑшне пӗтми мул паратпӑр. Пирӗн, ҫук ҫынсен, пурте пур.

11 Эй, Коринф ҫыннисем! Сирӗншӗн пирӗн чӗлхе-ҫӑвар уҫӑ, чун-чӗремӗр аслӑ. 12 Эсир пирӗн чун-чӗремӗрте, анчах сирӗн чун-чӗрӗрте пирӗншӗн вырӑн сахал. 13 Ачамсене каланӑ пек калатӑп: хире-хирӗҫле пултӑр тесен эсир те чун-чӗрӗре уҫӑр.

Чӗрӗ Туррӑн ҫурчӗ

14 Ӗненменнисемпе пӗрле пӗр лава ан кӳлӗнӗр, вӗсем сире юлташ мар. Тӳрӗлӗхӗн йӗркесӗрлӗхпе мӗн хутшӑнмалли пур? Ҫутӑпала тӗттӗмӗн мӗн пӗрлӗхӗ пур? 15 Христоспала Велиар епле килӗштерччӗр? Е ӗненекенпе ӗненмен ҫын хушшинче мӗн пӗрлӗхӗ пур? 16 Туррӑн ҫурчӗпеле пуҫҫапмалли кӗлеткесем епле пӗрле пулччӑр? Эсир вара – чӗрӗ Туррӑн ҫурчӗ. Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ вӗсен ӑшӗнче, вӗсен хушшинче пурӑнӑп; вара вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ». 17 «Ҫавӑнпа та вӗсем хушшинчен тухса кайӑр, уйӑрӑлӑр, – тет Хуҫа Турӑ. – Таса маррине ан сӗртӗнӗр, вара Эпӗ сире хапӑл туса йышӑнӑп». 18 «Эпӗ вара сирӗн Аҫӑр пулӑп, эсир Манӑн ывӑлӑмсем, хӗрӗмсем пулӑр, тет Пурне те тытса тӑракан Хуҫамӑр».

7

1 Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Акӑ мӗнле сӑмах парса шантарнӑ пире. Эппин хамӑра хамӑр ӳт-пӳпе чунӑн тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗнчен тасатар, Турӑран хӑраса сӑваплӑх патне ӑнтӑлар.

Павел ӗненекен ушкӑн ӳкӗннишӗн савӑнни

2 Чунӑрсене уҫса пире йышӑнсамӑрччӗ! Эпир никама та кӳрентермен, сиен туман, никам шучӗпе те пуйман. 3 Эпӗ сире ӳпкелеместӗп. Маларах ҫапла каланӑччӗ ӗнтӗ: эсир пирӗн чун-чӗремӗрте, вилсен те, пурӑнсан та пӗрлех пуласчӗ. 4 Эпӗ сире хытӑ шанатӑп, сирӗнпе нумай мухтанатӑп. Инкек-синкекре сире аса илетӗп те чунӑм хастарлӑхпа, виҫесӗр савӑкпа тулать.

5 Македоние ҫитсессӗн эпир нимле канлӗх те тупаймарӑмӑр. Пире пур енчен те инкек-синкек кӗтсех тӑчӗ: йӗри-тавра – хирӗҫӳлӗх, ӑшра – шиклӗх. 6 Анчах та йӑвашшисене хастарлӑх паракан Турӑ пирӗн патӑмӑра Тита ярса пире те ҫирӗплӗх пачӗ. 7 Эпир Тит килнишӗн кӑна мар, вӑл сирӗн патӑртан хавхаланса килнишӗн савӑнтӑмӑр. Тит пире эсир тӑрӑшни, кулянни, маншӑн тем тума та хатӗр пулни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Вара эпӗ тата ытларах савӑнса кайрӑм. 8 Хамӑн ҫырӑвӑмпа сире кулянтартӑм пулин те, ӳкӗнместӗп – маларах ӳкӗне те пуҫланӑччӗ, – мӗншӗн тесен ҫав ҫыру, вӑхӑтлӑха пулин те, сире кулянтарнине пӗлетӗп. 9 Савӑнасса вара халӗ эпӗ сире кулянмалла пулса тухнишӗн мар, эсир куляннипе ӳкӗннишӗн савӑнатӑп. Эсир кулянни Турра юрӑхлӑ, эппин хамӑр ҫырупа эпир сире сиен тумарӑмӑр. 10 Мӗншӗн тесен Турӑшӑн хуйхӑрни каялла тавӑрӑнми ӳкӗнтерсе ҫӑлӑнӑҫ кӳрет, ку тӗнчеришӗн хуйхӑрни вара вилӗм кӳрет. 11 Пӑхӑр-ха, Турӑшӑн хуйхӑрни сире епле тимлекен, каҫару ыйтакан турӗ. Тата эсир ҫылӑха кӗнӗ ҫынна еплерех тарӑхатӑр, еплерех хӑраса пӑшӑрханатӑр, пирӗнпе тӗл пулма ӗмӗтленетӗр. Ҫылӑхлине айӑплас кӑмӑлӑр тата еплерех пысӑк! Эсир ҫав ӗҫре хӑвӑр таса пулнине пур тӗлӗшӗнчен те кӑтартса патӑр. 12 Ҫапла вара, эпӗ сирӗн пата янӑ ҫырӑва хур тӑваканшӑн та, хур кураканшӑн та ҫырман, эпир Турӑ умӗнче сирӗншӗн мӗнле тӑрӑшни паллӑ пултӑр тесе ҫырнӑ. 13 Эсир хавхалантарнишӗн эпир питӗ савӑнтӑмӑр, анчах та сирӗн патӑртан чунне лӑплантарса тавӑрӑннӑ Тит савӑнӑҫне курсан, эпир тата ытларах хӗпӗртерӗмӗр.

14 Ҫапла ӗнтӗ сирӗн пирки Тит умӗнче мухта-мухта калаҫнӑшӑн мана намӑс пулмарӗ. Эпир сире яланах чӑннине каланӑ пекех, Тит умӗнче сире мухтани те чӑна тухрӗ. 15 Халӗ вара Тит эсир мӗнле итленине, мӗнле хисеплесе-хӑраса хапӑл тунине аса илет те кӑмӑлӗпе тата ытларах сирӗн патӑра туртӑнать. 16 Ӗнтӗ эсир пур тӗлӗшӗнчен те шанчӑклӑ пулнишӗн савӑнатӑп.

8

Кӑмӑллӑ пулӑшу

1 Эй, тӑвансем! Халӗ эпир сире Македонири ӗненекен ушкӑнсене Турӑ панӑ ырӑлӑх ҫинчен пӗлтересшӗн. 2 Нумай инкек-синкек тӳсеҫҫӗ пулин те, вӗсем савӑнмаллипех савӑнаҫҫӗ. Аран-аран, ҫити-ҫитми пурӑнаҫҫӗ пулин те, вӗсен тараватлӑхӗ ытлашшипех. 3 Вӗсем вӑйӗсем ҫитнӗ таран ҫеҫ мар, пултарнинчен те ытларах пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакна куҫӑн курнӑран калатӑп. 4 Вӗсем пире ӗненекенсене пулӑшас чыслӑ ӗҫе хутшӑнмашкӑн ирӗк пама тархасларӗҫ. 5 Вӗсем эпир шаннӑ чухлӗ кӑна мар, унтан та ытларах турӗҫ, пӗтӗм чунне чӑн малтанах Хуҫа Турра, унтан Турӑ ирӗкӗпе пире пачӗҫ. 6 Ҫавӑнпа та эпир Тита ҫав ырӑ пулӑшу ӗҫне сирӗн патӑрта епле аван пуҫланӑ, ҫаплах туса пӗтерме хушрӑмӑр. 7 Ӗненни, ӑста калаҫни, пӗлни, пур енчен те тӑрӑшуллӑ пулни, пире юратни – ҫаксем пурте сирӗн туллиех. Эппин ҫак ырӑ ӗҫре те ҫавнашкалах вашават пулӑр.

8 Ҫакна эпӗ сире хушса каламастӑп. Ыттисен тӑрӑшулӑхӗ ҫинчен каласа эпӗ сирӗн юратулӑхӑр чӑн е чӑн мар пулнине тӗрӗслесшӗн. 9 Мӗншӗн тесен эсир Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑ кӑмӑлне пӗлетӗр. Вӑл, чап тӗлӗшӗнчен пуянскер, Хӑйне мӗскӗнлетсе сире мухтавпа пуйтарас тесе, сирӗншӗн мӗскӗне тухнӑ. 10 Сире хамӑн шухӑшӑма пӗлтеретӗп: ҫак ырӑ ӗҫе вӗҫлени сирӗншӗн хӑвӑршӑнах усӑллӑ пулӗ. Эсир тин ҫеҫ пулӑшма пуҫланӑ ҫынсем мар-ҫке-ха, пӗлтӗртенпех ҫав шухӑш-ӗмӗтпе пурӑнатӑр. 11 Ӗнтӗ хӑвӑр хытӑ ӗмӗтленнине пултарнӑ таран пурнӑҫласа, халӗ ҫав ӗҫе туса пӗтерӗр. 12 Пулӑшма тӑрӑшни пулсассӑн, Турӑ ӑна камӑн мӗн ҫуккине кура мар, камӑн мӗн пуррине кура йышӑнӗ. 13 Ку вӑл сирӗн пурӑнӑҫӑра йывӑрлатса ыттисене ҫӑмӑллӑх парассине пӗлтермест, сӑмах кунта хире-хирӗҫле пӗр танлӑх пирки пырать. 14 Паян эсир, ытлашшине парса, вӗсен ҫитменнине ҫитеретӗр, сирӗн ҫитмен чухне вӗсем ытлашшине парӗҫ, вара пӗр танлӑх пулӗ. 15 Ҫырнинче ун пирки ҫапла каланӑ: «Нумай пухнин ытлашши пулман, сахал пухнин ҫитменни пулман».

Титпа юлташӗсем

16 Тита сирӗншӗн ҫав тери тӑрӑшмалла чун-чӗреллӗ тунӑшӑн Турра тавах. 17 Чӑн та ӗнтӗ, эпӗ ӑна каланӑччӗ, анчах вӑл, питӗ тӑрӑшуллӑскер, сирӗн патӑра пыма хӑй кӑмӑл турӗ. 18 Унпа пӗрле эпир тата тепӗр тӑвана яратпӑр. Ырӑ Хыпар вӗрентме ӑста пулнӑран ӑна пур ӗненекен ушкӑнсем те мухтаҫҫӗ. 19 Тата ӗненекен ушкӑнсем те ӑна ҫак ыркӑмӑллӑх ӗҫӗнче пирӗн юлташ пулма суйларӗҫ. Ыркӑмӑллӑх ӗҫне эпир Хуҫа Турӑ мухтавӗшӗн тата эсир тӑрӑшнине кура тӑватпӑр. 20 Хамӑра нумай укҫа-тенкӗ шанса панине пӗлсе, сӑмах илтесрен унпа тирпейлӗ усӑ курма тӑрӑшатпӑр, 21 мӗншӗн тесен ырришӗн пирӗн Хуҫа Турӑ умӗнче кӑна мар, ҫынсем умӗнче те тӑрӑшмалла. 22 Тата вӗсемпе пӗрле эпир хамӑрӑн тепӗр тӑвана та ятӑмӑр, унӑн тӑрӑшулӑхне тӗрлӗ лару-тӑрура пӗрре мар тӗрӗсленӗ. Вӑл сире халӗ питӗ шанать, ҫавӑнпа тата ытларах тӑрӑшать. 23 Тит пирки ҫакна каламалла: вӑл манӑн пулӑшаканӑм тата сирӗн патӑрти ӗҫри юлташӑм. Ытти тӑванӑмӑрсем те Христоса мухтава кӑлараҫҫӗ, вӗсем – ӗненекен ушкӑнсем суйласа янӑскерсем. 24 Ҫапла вара, вӗсене хӑвӑр юратнине тата эпир сирӗнпе тӗрӗсех мухтаннине ӗненекен ушкӑнсем умӗнче кӑтартса парӑр.

9

Ӗненекенсене пулӑшасси

1 Тепӗр тесен, эпӗ сирӗн патӑра ӗненекенсене пулӑшасси ҫинчен ҫырни кирлех те мар, 2 мӗншӗн тесен эсир тӑрӑшнине пӗлетӗп. Ахаия ҫыннисем пулӑшу пама пӗлтӗртенпех хатӗр тесе эпӗ ӗнтӗ Македонири ӗненекенсем умӗнче мухтанса та илтӗм. Эсир хыпса ҫунни нумайӑшне хавхалантарчӗ. 3 Анчах та эпӗ сире ку тӗлӗшӗнчен мухтани пустуй ан пултӑрччӗ тесе, каланӑ пекех, сире хатӗрлесе ҫитермешкӗн сирӗн патӑра тӑвансене ятӑм. 4 Ахальлӗн, пирӗнпе пӗрле Македонири ӗненекенсенчен кам та пулин сирӗн патӑра пырсан, сирӗн пулӑшӑвӑр хатӗр маррине курсан, сире мухтаса ҫапла шаннӑшӑн пире намӑс пулӗ. Хӑвӑр намӑс курасси пирки шарламастӑп та. 5 Ҫавӑнпа та тӑвансене сирӗн патӑра маларах ҫитсе хӑвӑр пухма шантарнӑ пулӑшӑва хатӗрлесе ҫитерме ӳкӗте кӗртес терӗм. Эсир пулӑшни хистесех илни пек мар, ырӑ сунса пани пек пултӑрччӗ терӗм.

6 Ҫакна ан манӑр: вӑрлӑхне сахал акакан сахал вырса илӗ, нумай акакан вара нумай вырса илӗ. 7 Кашниех хӗрхенмесӗр, хӑйӗн ирӗкӗпе, чунтан-кӑмӑлтан патӑр, мӗншӗн тесен Турӑ савӑнса паракана юратать. 8 Турӑ хӑватлӑ: сирӗн яланах пур тӗлӗшӗнчен те ҫителӗклӗ пурӑнса, тӗрлӗрен ырӑ ӗҫсем тума май пултӑр тесе, Вӑл сире тӗрлӗ ырӑлӑхне туллиех парӗ. 9 Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «вӑл салатса пӗтернӗ, кӗлмӗҫсене валеҫсе панӑ; унӑн тӗрӗслӗхӗ ӗмӗртен ӗмӗре пырать». 10 Акаҫӑна акмашкӑн вӑрлӑх, ҫимешкӗн ҫӑкӑр Параканӗ сире акмашкӑн нумай вӑрлӑх парӗ, сирӗн ырӑ кӑмӑллӑхӑртан тулӑх тыр-пул ӳстерӗ. 11 Яланах хӗрхенмесӗр пулӑшмашкӑн Турӑ сире пур тӗлӗшӗнчен те пуйтарӗ. Пирӗн урлӑ пулса иртекен ырӑ кӑмӑллӑхшӑн ҫынсем Турра тав тӑвӗҫ. 12 Мӗншӗн тесен ҫак ӗҫ – ӗненекенсене пулӑшасси – вӗсен ҫитменнине ҫитерет кӑна мар, чылайӑшӗн чунӗнче Турра туллин тав тӑвас ӗмӗт ҫуратать. 13 Вӗсем, сирӗн ӗҫӗн уссине курсан, эсир Христосӑн хӑвӑр йышӑннӑ Ырӑ Хыпарӗ хушнине тунӑшӑн, пурри-ҫуккине хӑйсемпе те, ытти ӗненекенсемпе те чунтан пайланӑшӑн Турра мухтӗҫ. 14 Турӑ ырӑлӑхӗ сирӗнте туллиех пулнишӗн сире кӑмӑлласа, вӗсем сирӗншӗн кӗлтӑвӗҫ. 15 Эппин, калама ҫук пысӑк ырӑлӑх панишӗн Турра тав!

10

Павел хӑйӗн апостол ӗҫне хӳтӗлени

1 Эпӗ, Павел, сирӗнпе куҫа-куҫӑн чухне йӑвашскер, сирӗнтен аякра чухне хаярскер, сире Христос йӑвашлӑхӗпе тата хӗрхенӳлӗхӗпе ӳкӗтлетӗп. 2 Сирӗн патӑра пырсассӑн мана хаяр та ҫирӗп пулма сӑлтав ан парӑрах. Хӑш-пӗрисен шухӑшӗпе, эпир хамӑра ҫак тӗнче ҫыннисем пекех тыткалатпӑр имӗш; вӗсене вара ҫирӗплӗхӗме кӑтартас шухӑш пур манӑн. 3 Мӗншӗн тесен эпир ҫак тӗнчерех пурӑнатпӑр пулин те, Ырӑ Хыпаршӑн ҫак тӗнчерисен мелӗсемпе ҫапӑҫмастпӑр. 4 Пирӗн ҫар хатӗрӗ ку тӗнчери мар, Турӑ хӑвачӗпе вӑл крепоҫсене те аркатаять. Унпа эпир хамӑра хирӗҫле ӑслӑ пек шухӑшсене те, 5 Турра пӗлессине хирӗҫлекен кирек епле мӑнкӑмӑллӑха та аркататпӑр; кирек епле шухӑш-ӗмӗте те Христос ирӗкне пӑхӑнтармашкӑн тыткӑна илетпӗр. 6 Эсир Христоса пӗтӗм чун-чӗререн пӑхӑнсан вара эпир кирек епле итлеменлӗхшӗн те явап тыттарма хатӗр.

7 Ҫынна тулашӗнчен пӑхса кӑна хаклатӑр-и? Кам хӑйне хӑй Христоспа пӗрлӗхлӗ тет, ҫав, хӑйӗнпе танлаштарса, пирӗн ҫинчен те хӑйӗн пекех Христоспа пӗрлӗхлӗ тесе шутлатӑр. 8 Эпӗ хамӑра Хуҫамӑр панӑ ирӗкпе тата ытларах мухтанас пулсан та, намӑса юлмӑп; пире ҫав ирӗке чунӑрсене аркатма мар, ҫирӗплетме панӑ. 9 Эпӗ сире ҫырусемпе кӑна хӑратнӑн ан туйӑнтӑр тата. 10 «Ҫырӑвӗсенче вӑл хаяр та паттӑр, анчах та куҫа-куҫӑн калаҫнӑ чухне халсӑр, сӑмахӗ те унӑн ниме тӑмасть», – теҫҫӗ хӑшӗ-пӗрисем. 11 Унашкаллисем ҫакна пӗлсе тӑччӑр: аякран эпир мӗн каласа ҫыратпӑр, куҫкӗрет ӗҫӗмӗрте те ҫавнашкалах.

12 Хамӑра эпир хӑйсене мӑнна хуракансемпе танлаштарма е пӗр картлашка ҫине лартма хӑяймастпӑр. Вӗсем хӑйсене хӑйсем хакласа, хӑйсен виҫипе виҫсе, ӑссӑрла хӑтланаҫҫӗ. 13 Эпир виҫесӗр мухтанмастпӑр. Мухтанмалли ӗҫӗмӗрӗн анине пире Турӑ чикӗлесе панӑ. Эсир те ҫав ана ҫинчех. 14 Енчен те эпир сирӗн патӑра Христосӑн Ырӑ Хыпарне ҫитермен пулсан, пире чиккине пӗлмесӗр мухтанатӑр теме пулатчӗ, анчах та эпир Ырӑ Хыпар пӗлтерсе сирӗн пата та ҫитнӗ вӗт-ха. 15 Чикӗ урлӑ каҫса ыттисен ӗҫӗпе мухтанас шухӑш вара пирӗн ҫук. Анчах та ӗненӗвӗр ҫирӗпленсе пынӑҫемӗн сирӗн хушшӑрти ӗҫӗмӗр сулмаклӑрах пуласса шанатпӑр. 16 Вара эпир Ырӑ Хыпара ытти ҫӗр-шывсенче те ӳкӗтлесе вӗрентӗпӗр, паллах, унта ыттисем тунӑ ӗҫпе, янттипе, эпир мухтанмӑпӑр. 17 Мухтанас текен Хуҫа Турӑпа мухтантӑр. 18 Хӑйне хӑй ырлакан ҫын мухтавлӑ мар, Хуҫа Турӑ ырлакан ҫын мухтавлӑ.

11

Павел тата суя апостолсем

1 Мухтанса ӑссӑрла тыткаланишӗн эсир мана кӑштах каҫарас пулсанччӗ! Тепӗр тесен, эсир мана каҫарнине пӗлетӗп. 2 Эпӗ сире Турӑ кӗвӗҫӗвӗпе кӗвӗҫсе чунӑма ҫунтаратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ сире пӗртен-пӗр ар валли – Христос валли – ҫураҫрӑм, сире Ун умне таса хӗр халлӗн тӑратасчӗ тетӗп. 3 Анчах та ҫӗлен чееленсе Евӑна улталанӑ пек, эсир те, Христоса тӳрӗ кӑмӑлпа ӗненессине пӑрахса, ӑсӑра пӑсасран хӑратӑп. 4 Мӗншӗн тесен кам та пулин сирӗн патӑра пырса эпир вӗрентнӗ Иисусран урӑхли ҫинчен вӗрентсен – эсир ҫав ҫынна пачах та хирӗҫлеместӗр. Эпир илтернӗ Сывлӑша мар, урӑхлине сӗнсен – эсир илетӗр. Эпир вӗрентнӗ Ырӑ Хыпара мар, урӑхлине пӗлтерсен, эсир йышӑнатӑр. 5 Аслӑ текен апостолсенчен эпӗ хама кӑшт та кӗҫӗне хумастӑп. 6 Сӑмах ӑсти мар пулин те, хама пӗлӳсӗр тееймӗп. Тепӗр тесен, ҫакна эпир сире тӗрлӗ лару-тӑрура тӗрлӗ майпа кӑтартса патӑмӑр.

7 Эпӗ сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне тӳлевсӗр-мӗнсӗр ӳкӗтлесе вӗрентрӗм. Сире асла кӑларас тесе хама мӗскӗнлетсе ҫылӑха кӗтӗм-ши вара? 8 Сирӗншӗн тӑрӑшасчӗ тесе эпӗ ытти ӗненекен ушкӑнсем паракан пулӑшупа пурӑнтӑм, вӗсене тӑккаланмалла турӑм. Сирӗн патӑрта чухне ҫити-ҫитми пурӑнтӑм пулин те, эпӗ никама та йывӑрлӑх кӳмерӗм. 9 Мӗншӗн тесен Македонирен килнӗ ӗненекен тӑванӑмсем манӑн ҫитменнине ҫитерсех тӑчӗҫ. Сире йывӑрлатас марччӗ тесе эпӗ пур тӗлӗшӗнчен те тӑрӑшрӑм, тӑрӑшӑп та. 10 Ӑшӑмри Христос чӑнлӑхӗпе калатӑп: пӗтӗм Ахаия тӑрӑхӗнче ҫав мухтавӑма манран никам та туртса илеймӗ. 11 Мӗншӗн ҫапла тӑватӑп-ха? Тен, сире юратманран? Ку апла маррине Турӑ пӗлет, ҫапах та халиччен мӗнле туса пурӑнтӑм, малашне те ҫаплах тӑвӑп. 12 Хӑйсем мухтанакан ӗҫӗнче пирӗн пек пулмашкӑн сӑлтав шыракансене унашкал сӑлтав туса парас марччӗ. 13 Ҫавнашкал ҫынсем – суя апостолсем, чеен ӗҫлесе вӗсем хӑйсене Христос апостолӗсем пек кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. 14 Кунтан тӗлӗнме кирлех те мар, мӗншӗн тесен шуйттан хӑй те ҫутӑ ангелӗ пек курӑнма тӑрӑшать. 15 Ҫавӑнпа та шуйттан тарҫисем хӑйсене чӑнлӑх тарҫисем пек кӑтартма тӑрӑшнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук. Вӗсем ӗҫне кура вӗҫне тупӗҫ.

Апостол пулнӑшӑн Павел асап курни

16 Ҫакна татах калам: кам та пулин мана ӑссӑр тесе ан шутлатӑрччӗ. Ун пек шухӑшлакан пур пулсан, мухтанкалатӑр ара тесе, мана ӑссӑр вырӑнне те пулин йышӑнсамӑр. 17 Каласса калатӑп-ха, анчах ку сӑмахсем Хуҫа Турӑран мар. Ҫавнашкал мухтанма хӑйса эпӗ ӗнтӗ ӑссӑрла хӑтланатӑп. 18 Нумайӑшӗ ку тӗнчере хӑйсен мӗн пуррипе мухтанаҫҫӗ пулсан, эпӗ те мухтанам. 19 Мӗншӗн тесен эсир, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем, леш ӑссӑрсене чиперех тӳсетӗр. 20 Хӑвӑра кам та пулин пусмӑрланине те, алӑри ҫӑкӑра туртса илнине те, ҫаратнине те, хӑвӑрпа мӑнкӑмӑллӑ тыткаланине те, ҫупкӑ ҫитернине те эсир чӑтатӑр. 21 Намӑс пулин те, йышӑнмах тивет: ун пек хӑтланма эпир пултараймарӑмӑр. Ӑссӑрла калам: ҫынсем мӗнпе те пулин мухтанма хӑяҫҫӗ пулсан, эпӗ те хӑям. 22 Вӗсем еврей-и? Эпӗ те. Вӗсем Израиль ҫыннисем-и? Эпӗ те. Авраам тӑхӑмӗсем-и? Эпӗ те. 23 Вӗсем Христос тарҫисем-и? Ӑссӑрла калатӑп: эпӗ тарҫӑран та тарҫӑрах. Эпӗ вӗсенчен чылай нумайрах ӗҫлерӗм, пайтах патак ҫирӗм, тӗрмесенче нумайрах лартӑм, тӑтӑшах вилӗмпе куҫа-куҫӑн пултӑм. 24 Иудейсем мана пилӗк хутчен чӗн пушӑпа вӑтӑр тӑхӑр хут ҫаптарчӗҫ. 25 Виҫӗ хутчен мана патакпа хӗнерӗҫ. Пӗррехинче кӑшт кӑна чулпа пере-пере вӗлеретчӗҫ. Виҫӗ хутчен караппа путма тӑтӑм, талӑка яхӑн мана тинӗс хумӗсем лӑскарӗҫ. 26 Эпӗ нумай ҫул ҫӳрерӗм, нумай хура-шур куртӑм: юхан шывсем ҫинче те, вӑрӑ-хурахсенчен те, хамӑр халӑх ҫыннисенчен те, ытти халӑх ҫыннисенчен те, хулара та, пуш хирте те, тинӗсре те, суя тӑвансенчен те. 27 Кун-ҫулӑм халтан кайиччен ӗҫлесе, ҫывӑрнӑ-ҫывӑрман, ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен иртрӗ; выҫӑпа, сивӗпе, тумтирсӗр пӗрре мар аптӑрарӑм. 28 Тем те пӗр курнисӗр-тӳснисӗр пуҫне, ман патӑмра тата куллен халӑх, манӑн мӗн пур ӗненекен ушкӑншӑн та тӑрӑшмалла. 29 Халтан каяканпа пӗрле эпӗ халсӑр юлатӑп, ҫылӑха кӗрес ҫынсемшӗн эпӗ те чуна ҫунтаратӑп.

30 Мухтанас тесен манӑн хамӑн халсӑрлӑхӑмпа мухтанмалла. 31 Эпӗ суйманнине Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ Ашшӗ тата Турри пӗлет. 32 Эпӗ Дамаск хулинче чухне Арета патшан унти пуҫлӑхӗ мана тытас тесе хула хапхи умне хурал тӑратрӗ. Мана лӑпӑ ҫине лартса хӳме ҫинчи чӳречерен вӗренпе антарса тартрӗҫ, ҫапла эпӗ унӑн аллинчен хӑтӑлса юлтӑм.

12

Турӑ кӑтартнӑ курӑнусемпе уҫӑлусем

1 Усӑллӑ мар пулин те, татах мухтанам-ха. Ӗнтӗ хама Хуҫа Турӑ кӑтартнӑ курӑнусемпе уҫӑлусем ҫинчен каласа парам. 2 Эпӗ Христоса ӗненекен пӗр ҫынна паллатӑп. Вун тӑватӑ ҫул каялла ҫавна (те ӳт-пӗвне, те чунне – пӗлейместӗп, Турӑ кӑна пӗлет) пӗлӗтӗн виҫҫӗмӗш хутне ҫӗклесе кайнӑ. 3 Тата ҫав ҫын ҫинчен ҫакна пӗлетӗп. Те ӳт-пӗвӗпе, те чунӗпе – пӗлейместӗп, Турӑ кӑна пӗлет, 4 ӑна рая ҫӗклесе кайнӑ. Вӑл унта этем каласа кӑтартайми, калама та юраман сӑмахсем илтнӗ. 5 Ҫавӑн пек ҫынпа мухтанма та пултаратӑп, хампа мухтанаймӑп, манӑн мухтанмалли те халсӑрлӑхӑм кӑна. 6 Тепӗр тесен, мухтансан та ӑссӑр пек курӑнмӑп, мӗншӗн тесен чӑннине калӑп. Анчах та эпӗ шарламӑп – ахальлӗн кам та пулин ман пирки хӑй курнинчен те, эп каланинчен те ытларах шухӑшлӗ. 7 Хама Турӑ нумай уҫса панипе мӑнкӑмӑлланса каясран вара чир-чӗр сӑнни ӳт-пӗвӗме витерчӗ. Мӑнкӑмӑлланса каясранах мана тертлентерме шуйттан ангелне ячӗҫ. 8 Ӑна манран сиртӗр тесе эпӗ Хуҫа Турра виҫӗ хутчен тархасларӑм. 9 Анчах та Хуҫамӑр мана ҫапла каларӗ: «Эпӗ сана ырӑлӑх патӑм, унпа сана ҫитет, мӗншӗн тесен Манӑн хӑватӑм халсӑрлӑхра туллин палӑрать». Ҫавӑнпа та, ӑшӑмри Христос хӑвачӗ яланах пултӑр тесе, эпӗ халсӑрлӑхӑмпа малтанхинчен те ытларах мухтанатӑп. 10 Ӗнтӗ эпӗ халсӑр чухне, хама кӳрентернӗ чухне, нушаллӑ чухне, хама хӗсӗрленӗ чухне, Христосшӑн асап курнӑ чухне хӗпӗртетӗп. Мӗншӗн тесен халсӑр чухне эпӗ хӑватлӑ.

Павел Коринфри ӗненекен ушкӑншӑн пӑшӑрханни

11 Ӗнтӗ эпӗ мухтанса ӑссӑрах тухатӑп. Эсир хӑвӑр мана ҫавӑн патне ҫитертӗр. Мана сирӗн ырламаллаччӗ, мӗншӗн тесен, ним тӗшне те тӑмастӑп пулин те, аслӑ текен апостолсенчен эпӗ нимӗнпе те кая мар. 12 Хам апостол пулнине эпӗ сирӗн умӑрта вӑйлӑ чӑтӑмлӑхпа, тӗрлӗрен тӗлӗнмелле ӗҫсемпе, паллӑсемпе тата хӑватсемпе ҫирӗплетсе патӑм. 13 Ытти ӗненекен ушкӑнсемпе танлаштарсан, ҫитменни сирӗн мӗн пулчӗ? Эпӗ сире йывӑрлӑх кӳмерӗм, ҫавӑ кӑна. Эппин, ҫав айӑпшӑн каҫарсамӑр мана. 14 Ӗнтӗ эпӗ сирӗн патӑра виҫҫӗмӗш хут пымашкӑн хатӗр. Эпӗ сире йывӑрлӑх кӳмӗп, мана сирӗнтен янтти кирлӗ мар, эсир хӑвӑр кирлӗ. Ачисен ашшӗ-амӑшӗ валли тупра пухмалла мар, ашшӗ-амӑшӗн ачисем валли пухмалла. 15 Эпӗ сире питӗ юрататӑп пулин те, эсир мана юратсах каймастӑр. Апла пулин те, сирӗншӗн савӑнсах тӑкакланӑп, сирӗн чунӑршӑн хама пуҫӗпех парӑп. 16 Эпӗ сире тӑкаклантарман пулсан та, тен, чеескер, сиртен улталаса илнӗ тесе шутлатӑр? 17 Сирӗн патӑра янӑ ҫынсем урлӑ эпӗ хамшӑн тӑрӑшса сирӗнтен мӗн те пулин илтӗм-и? 18 Эпӗ Тита сирӗн патӑра кайма ӳкӗте кӗртрӗм, унпа пӗрле тӑвансенчен пӗрне ятӑм. Тит сирӗнтен мӗн те пулин илчӗ-и? Эпир унпа пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ мар-им вара? Пӗр ҫул-йӗрпех ҫӳреместпӗр-им вара?

19 Эпир сирӗн умӑрта тӳрре тухма тӑрӑшатпӑр тесе шутламастӑр-и тата? Эпир, Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, мӗн каланине Турӑ умӗнче калатпӑр. Эй, савнӑ ҫыннӑмсем! Ҫакна эпир йӑлтах сирӗн ӗненӗвӗре ҫирӗплетес тесе тӑватпӑр. 20 Эпӗ акӑ мӗншӗн шикленетӗп: сирӗн патӑра пырӑп та, эсир эпӗ ӗмӗтленнӗ пек пулмӑр, эпӗ те эсир ӗмӗтленнӗ пек пулмӑп. Сирӗн хушшӑрта харкашу, кӗвӗҫӳ, тарӑху, хирӗҫӳ, элек, сӑмах сарни, мӑнкӑмӑллӑх, йӗркесӗрлӗх пуррине манӑн курас марччӗ. 21 Сирӗн патӑра пырсассӑн Туррӑм мана каллех мӗскӗнрен те мӗскӗне хӑварасран шикленетӗп. Ирсӗр ӗҫ туса, аскӑн та пӑсӑк пурӑнса ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн ӳкӗнмен нумай ҫыншӑн манӑн хӳхлесе йӗмелле ан пултӑрччӗ.

13

Ҫыру вӗҫӗнчи асӑрхаттарусемпе саламсем

1 Сирӗн патӑра виҫҫӗмӗш хут пыратӑп ӗнтӗ. «Икӗ е виҫӗ ҫын кӑтартса парсан, кирек епле айӑплав сӑмахӗ те чӑн шутланать», – тенӗ Ҫырнинче. 2 Эпӗ сире иккӗмӗш хут пынӑ чухнех, малтанах асӑрхаттарнӑччӗ; халӗ каллех, хам сирӗнпе мар чухне, маларах ҫылӑхлӑ пурӑннисене те, ыттисене те тепре асӑрхаттарса ҫыратӑп. Пырсассӑн никама та каҫару пулмӗ. 3 Христос хӑвӑрпа ман урлӑ калаҫнине ӗнентерме ыйтатӑр эсир. Сирӗншӗн Вӑл вӑй-хӑватне шеллемест, Унӑн вӑй-хӑвачӗ сирӗнте палӑрать. 4 Ӑна халсӑр чухне пӑталанӑ пулин те, халӗ Вӑл Турӑ хӑвачӗпе чӗрӗ. Эпир те ҫавнашкалах, Унпа пӗрлех халсӑр; анчах та, Турӑ хӑвачӗпе, сирӗн хушшӑрта Унӑн чӗрӗлӗхӗпе палӑрӑпӑр.

5 Хӑвӑртан хӑвӑр ыйтӑр: ҫирӗп ӗненетӗр-и? Хӑвӑра хӑвӑр тӗрӗслесе пӑхӑр. Е хӑвӑр ӑшӑрти Иисус Христоса та пӗлейместӗр? Пӗлейместӗр пулсан, тӗрӗслев витӗр тухаймарӑр пулать вара. 6 Хамӑр пирки калас пулсан, эпир тӗрӗслев витӗр тухнине хӑвӑрах ӑнланса илессе шанатӑп. 7 Сирӗн нимӗнле усал ӗҫ те тумалла ан пултӑрччӗ тесе Турра кӗлтӑватпӑр. Ҫакна эпир хамӑра тӗрӗслев витӗр тухнӑ пек кӑтартасшӑн тумастпӑр. Эпир тӗрӗслев витӗр тухайман пек туйӑнсан та, сирӗн ырринех тумалла пултӑрччӗ тетпӗр. 8 Мӗншӗн тесен эпир чӑнлӑха хирӗҫ кайма пултараймастпӑр, чӑнлӑх майлӑ пулма ҫеҫ пултаратпӑр. 9 Эпир хамӑр халсӑр чухне эсир вӑйлӑ пулнишӗн савӑнатпӑр. Сирӗн чун-чӗмпе аталанса ҫитмелле пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватпӑр та ӗнтӗ. 10 Сирӗн патӑра пырсан Хуҫамӑр панӑ ирӗкӗмпе сире ятламалла ан пултӑрччӗ манӑн. Ҫав ирӗкӗме аркатмашкӑн мар, пултармашкӑн панӑ, ҫавӑнпа хам пыриччен ҫырса яратӑп та ӗнтӗ.

11 Эй, тӑвансем! Ҫыру вӗҫӗнче ҫакна калам: савӑнӑр, чун-чӗмпе пахаланӑр, пӗр-пӗрне хастарлатӑр, пӗр шухӑшлӑ пулса, килӗштерсе пурӑнӑр. Вара юратулӑхпа канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пулӗ. 12 Пӗр-пӗрне сӑваплӑн, тӑванла чуптуса саламлӑр. Сире мӗн пур ӗненекенсем салам яраҫҫӗ. 13 Сирӗнте пурсӑрта та Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗ, Атте Турӑ юратулӑхӗ тата Святой Сывлӑш паракан тӑванлӑх пултӑр. Аминь.