СӐВАПЛӐ ПАВЕЛ АПОСТОЛ ТИМОФЕЙ ПАТНЕ ЯНӐ ПӖРРЕМӖШ ҪЫРУ

1

Саламлани

1 Хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑр тата хамӑр шанчӑкӑмӑр Иисус Христос Хуҫамӑр хушнипе Унӑн апостолӗ пулма тивӗҫнӗ Павелран – 2 ӗненӳри чӑн-чӑн ывӑлӑма Тимофея. Сана Атте Туррӑмӑрпа Христос Иисус Хуҫамӑртан ырӑлӑх, тивлет тата канӑҫлӑх пултӑр.

Суя вӗрентӳсенчен асӑрхаттарни

3 Хам Македоние ҫула тухас умӗн эпӗ сана Ефесрах юлма ыйтнӑччӗ, унти суя вӗрентӳсем саракансене чарӑнма хушса ӳкӗтлеме ыйтсаттӑм. 4 Эсӗ вӗсене халап хыҫҫӑн кайма, йӑх-несӗл тымарӗсене тӗпчесе вӗҫсӗр-хӗрсӗр аппаланма чар. Унашкал аппаланни тавлаштарса ярать кӑна, Турӑ хушнӑ пек ӗненме чӑрмантарать кӑна. 5 Ӳкӗтӗн тӗллевӗ вара – таса чӗререн, таса чунран, чӑн-чӑн ӗненӳрен килекен юратулӑх. 6 Хӑшӗ-пӗрисем, ҫак тӗллеврен пӑрӑнса, пуш сӑмах ҫаптарас ҫул ҫине тӑнӑ. 7 Вӗсем Турӑ йӗркине вӗрентесшӗн, анчах та хӑйсем мӗн каланине, мӗне ӗнентересшӗн пулнине хӑйсем те ӑнланмаҫҫӗ.

8 Саккунпа тӗрӗс усӑ куракан ҫыншӑн саккун лайӑххине эпир пӗлетпӗр. 9 Унашкал ҫын хӑй те ҫакна лайӑх пӗлет: саккуна тӳрӗ пурӑнакансем валли ҫырман. Саккун вӑл – йӗркесӗррисемпе пӑхӑнманнисем валли, Турра хисеплеменнисемпе ҫылӑхлисем валли, пӑсӑккисемпе ирсӗррисем валли, ашшӗ-амӑшӗ ҫине алӑ ҫӗклекенсем валли, ҫын вӗлерекенсем валли, 10 ясаррисем валли, арҫынпа асакан арҫынсем валли, чура сутуҫисем валли, элекҫӗсем, выльӑхпа асакан арҫынсем валли, суеҫӗсем, тупа тунине пӑсакансем валли, тӗрӗс вӗрентӗве хирӗҫлекен мӗн пур ҫын валли. 11 Ырӑлӑхлӑ Туррӑн мухтавлӑ Ырӑ Хыпарне пӗлтерме мана та шанса панӑ.

Хӗрхеннӗшӗн Турра тав туни

12 Хама вӑй-хӑват панӑ Христос Иисус Хуҫамӑра тав тӑватӑп. Вӑл мана шанса Хӑйшӗн ӗҫлеме ирӗк пачӗ. 13 Эпӗ малтан Христоса ӗненекенсене хурлаттӑм, хӗсӗрлеттӗм, кӳрентереттӗм. Анчах та эпӗ пӗлменрен, ӗненменрен ҫапла хӑтланнӑ пирки Турӑ мана хӗрхенчӗ. 14 Иисус Христоса ӗненсе юратсан вара чун-чӗрем Хуҫамӑрӑн Иисус Христосӑн ырӑлӑхӗпе тулчӗ. 15 Эпӗ калани чӑн, ҫав сӑмаха пирӗн тӗппипех йышӑнмалла: Христос Иисус ҫак тӗнчене ҫылӑхлисене ҫӑлма килнӗ. Эпӗ – ҫылӑхлисенчен те ҫылӑхлӑрах. 16 Христос Иисус Хӑйӗн виҫесӗр чӑтӑмлӑхне чи малтан ман урлӑ палӑрттӑр тесе, малашлӑхра Хӑйне ӗненекенсем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмашкӑн манра тӗслӗх курччӑр тесе Турӑ мана хӗрхенчӗ те. 17 Ӗмӗрлӗх Патшине, вилӗмсӗр те курӑнми пӗртен-пӗр ӑслӑран та ӑслӑ Турра, ӗмӗр-ӗмӗр чыс та мухтав пултӑр. Аминь.

18 Тимофей ывӑлӑм! Сан пирки тахҫанах каланӑ пророкла сӑмахсемпе килӗшӳллӗн эпӗ сана канаш паратӑп. Ҫав сӑмахсемпе хӗҫ-пӑшалланса лайӑх ҫар ҫынни пек ҫапӑҫ, 19 ӗненӳллӗ те таса чунлӑ пул. Хӑшӗ-пӗрисем ҫав пахалӑхсене ҫухатрӗҫ те, вӗсен ӗненӗвӗ карап путнӑ пек путланчӗ. 20 Ҫавнашкаллисем хушшинче – Именейпе Александр. Эпӗ вӗсене, Турра хурласа калаҫма юраманнине пӗлччӗр тесе, шуйттана патӑм.

2

Кӗлтума вӗрентни

1 Чи малтанах эпӗ сана ҫакна каласшӑн: мӗн пур ҫынсемшӗн Турра кӗлтӑвӑр, тархаслӑр, йӑлӑнӑр, тав тӑвӑр. 2 Хамӑрӑн лӑпкӑн та канӑҫлӑн, Турра хисеплесе, тасан пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе, патшасемшӗн те, мӗн пур пуҫлӑхсемшӗн те кӗлтӑвӑр. 3 Ҫапла туни Турӑшӑн, Ҫӑлаканӑмӑршӑн аван, юрӑхлӑ. 4 Турӑ мӗн пур ҫын ҫӑлӑнтӑр, чӑнлӑха пӗлсе ҫиттӗр тет. 5 Мӗншӗн тесен Турӑ пӗрре, этемпе Турӑ хушшинче Тӑраканни те – Иисус Христос ҫын – пӗрре. 6 Мӗн пур ҫынсене ҫылӑхран тӳлесе илес тесе, Вӑл Хӑйӗн пурӑнӑҫне панӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫапла ҫирӗплетсе пӗлтернине 7 ытти халӑхсем хушшине сармашкӑн мана ӳкӗтлевҫӗ тата апостол пулма суйланӑ. Эпӗ суймастӑп, Христос умӗнче чӑннине калатӑп! Мана Турра пӗлмен халӑхсене чӑнлӑхпа ӗненӳ ҫинчен каласа вӗрентме суйланӑ.

8 Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ арҫынсен пур ял-хулара та кӗлтумалла тетӗп. Вӗсем ҫилленмесӗр, иккӗленмесӗр аллисене Турӑ патнелле таса шухӑшпа ҫӗклеччӗр тетӗп. 9 Тата хӗрарӑмсем те тирпейлӗ тумтирпе ҫӳреччӗр, вӑтанма, таса шухӑшлӑ пулма пӗлччӗр. Ҫӳҫне-пуҫне капӑрлатас, ылтӑнпа тата ӗнчӗпе илемленес, чаплӑ тум тӑхӑнас вырӑнне 10 ырӑ ӗҫ туса палӑрччӑр. Турра хисеплекен хӗрарӑмсен ҫапла пулмалла та. 11 Ӳкӗтсене хӗрарӑм пӗр сӑмахсӑр, хирӗҫлемесӗр итлетӗр. 12 Хӗрарӑм арҫынна ан вӗренттӗр, унпа ан хуҫалантӑр, чӗнмесӗр тӑтӑр. 13 Ҫакна эпӗ акӑ мӗншӗн калатӑп: Турӑ малтан Адама пултарнӑ, кайран – Евӑна. 14 Адам хӑй улталанман, хӗрарӑм, илӗртӗнсе, ҫылӑха кӗнӗ. 15 Анчах та хӗрарӑм ача ҫуратса ӳстерсе ҫӑлӑнма пултарать. Паллах, ҫӑлӑнас тесессӗн унӑн ӗненсе, юратса, таса, виҫине пӗлсе пурӑнмалла.

3

Чиркӳ пуҫлӑхӗсен мӗнле пулмалла

1 Чӑннипех, кам чиркӳ пуҫлӑхӗ пуласшӑн, ҫав ырӑ ӗҫ тӑвасшӑн. 2 Анчах та чиркӳ пуҫлӑхӗн никам тиркейми тӳрӗ пурӑнмалла: пӗрре кӑна авланмалла, хӑйне хӑй тытма пӗлмелле. Унӑн таса шухӑш-кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ, тараватлӑ пулмалла, вӗрентме пӗлмелле. 3 Чиркӳ пуҫлӑхӗн ӗҫкӗҫ, ҫын ҫине алӑ ҫӗклекен, чӑркӑш, хӑй уссишӗн тӑрӑшакан, мулшӑн ҫунакан пулмалла мар. Вӑл йӑваш та лӑпкӑ ҫын пултӑр. 4 Вӑл лайӑх кил хуҫи, лайӑх ашшӗ пултӑр, ачисем ӑна хисеплеччӗр, итлеччӗр. 5 Енчен те ҫын хӑйӗн кил-йышне, хуҫалӑхне йӗркеллӗ тытаймасть пулсан, епле-ха вӑл Турӑ Чиркӗвӗшӗн тӑрӑшайтӑр? 6 Чиркӳ пуҫлӑхне анчахрах тӗне кӗнисене лартмалла мар, мӗншӗн тесен унашкалли мӑнкӑмӑлланса кайма пултарӗ. Вара, шуйттан пекех, суд айӑплавне тивӗҫ пулӗ. 7 Тата чиркӳ пуҫлӑхӗ ҫинчен чиркӗве ҫӳременнисем те ырӑпа калаҫчӑр. Ун пирки япӑх калаҫсан унӑн шуйттан танатине лекмелле пулӗ.

Чиркӳри пулӑшуҫӑсен мӗнле пулмалла

8 Ҫавнашкалах диаконсем те хисепе тивӗҫ ҫынсем пулмалла. Вӗсем икӗ питлӗ, ӗҫкӗҫ, хӑй уссишӗн тӑрӑшакан ҫынсем ан пулччӑр. 9 Ӗненӳ вӑрттӑнлӑхне вӗсем таса чунӗсенче упраччӑр. 10 Чиркӳри пулӑшуҫӑ пулас текенсене вара малтан тӗрӗслесе пӑхмалла, кӑлтӑк-сӑлтӑк тупӑнмасан тин чиркӳре ӗҫлесе тӑма ирӗк памалла. 11 Чиркӳре пулӑшса тӑракан хӗрарӑмсен те хисепе тивӗҫ пулмалла. Вӗсем элекҫӗсем ан пулччӑр, хӑйсене хӑйсем тытма пӗлччӗр, пур енчен те шанчӑклӑ пулччӑр. 12 Чиркӳри пулӑшуҫӑ та пӗрре кӑна авланнӑ ҫын пулмалла. Вӑл ачи-пӑчине те, хуҫалӑхне те лайӑх пӑхаканскер пултӑр. 13 Мӗншӗн тесен ӗҫӗсене лайӑх туса пынӑ чиркӳри пулӑшуҫӑсем аслӑрах вырӑна кӗме тивӗҫеҫҫӗ, Христос Иисуса ӗненсе вӗсем хӑюлланаҫҫӗ.

Пирӗн ӗненӗвӗн вӑрттӑнлӑхӗ

14 Ҫакна эпӗ сан патна часах ҫитсе курасса шанса ҫыратӑп. 15 Эпӗ часах пыраймасан, хӑвна Турӑ ҫуртӗнче епле тыткаламаллине пӗлсе тӑтӑр тетӗп. Турӑ ҫурчӗ вӑл – чӗрӗ Туррӑн Чиркӗвӗ, чӑнлӑх никӗсӗпе тӗрекӗ. 16 Паллах, эпир Турра хисепленин вӑрттӑнлӑхӗ пысӑкран та пысӑк: Турӑ ӳтленсе килнӗ, Вӑл Кам пулнине Сывлӑш ҫирӗплетнӗ, Ӑна ангелсем те курнӑ, Ун ҫинчен ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, тӗнче Ӑна ӗненсе йышӑннӑ, тӳпене Вӑл мухтавлӑхпа ҫӗкленнӗ.

4

Ӗненме пӑрахас вӑхӑтсем ҫинчен калани

1 Юлашки вӑхӑтсенче хӑшӗ-пӗрисем ӗненме пӑрахасси ҫинчен Святой Сывлӑш татӑклӑн калать. Вӗсем аташтаракан сывлӑшсене итлӗҫ, шуйттанла вӗрентӳсем хыҫҫӑн кайӗҫ. 2 Ҫавнашкал вӗрентӳсене икӗ питлӗ, ҫунса кӗлленнӗ чунлӑ суя вӗрентӳҫӗсем сарӗҫ. 3 Вӗсем мӑшӑрланма, хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе ҫиме чарӗҫ. Анчах та ӗненекенсем, чӑнлӑха пӗлекенсем тав туса ҫиччӗр тесе пур апат-ҫимӗҫе те Турӑ пултарнӑ-ҫке-ха. 4 Турӑ пултарни вара йӑлтах лайӑх, тав туса йышӑнсассӑн йӑлтах аван, 5 мӗншӗн тесен вӑл Турӑ сӑмахӗпе тата кӗлӗ тунипе сӑвапланать.

Христосӑн лайӑх тарҫи

6 Эсӗ ҫакна ӗненекен тӑвансене ӑнлантарса парсассӑн, Иисус Христосӑн лайӑх тарҫи пулатӑн. Лайӑх тарҫӑ вара ӗненӳ сӑмахӗсенчен тата хӑй йышӑннӑ ырӑ вӗрентӳрен вӑй-хӑват илет. 7 Карчӑк-кӗрчӗкӗн юрӑхсӑр сӑмах-юмахне итлессинчен пӑрӑн, Турра хисеплессине аталантар. 8 Мӗншӗн тесен ӳт-пӗве аталантарни пӗр енчен кӑна усӑллӑ, Турра хисеплессине аталантарни вара пур енчен те усӑллӑ. Вӑл пире хальхи пурӑнӑҫра та шанчӑк парать, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗме те шантарать. 9 Сӑмахӑм тӗрӗс, ӑна пурте тӗппипех йышӑнма тивӗҫ. 10 Мӗншӗн тесен эпир чӗрӗ Турра шаннӑран тӑрӑшатпӑр, хур кӑтартнине тӳсетпӗр. Чӗрӗ Турӑ вара – пур ҫынна та, уйрӑммӑнах ӗненекенсене, Ҫӑлакан.

11 Ҫапла каласа ӳкӗтле, вӗрент. 12 Сана ҫамрӑк тесе никам та ҫӳлтен ан пӑхтӑр. Ӗненекенсем санӑн сӑмахна, пурӑнӑҫна, юратулӑхна, чун-чӗмне, ӗненӗвне, тасалӑхна тӗслӗх вырӑнне хуччӑр. 13 Эпӗ пыриччен эсӗ ҫынсене Ҫырнине вуласа пар, ӳкӗтле, вӗрент. 14 Пророкла каланисемпе килӗшӳллӗн священниксем алӑ хунипе хӑвна панӑ пултарулӑхна сая ан яр. 15 Пурин куҫӗ умӗнче те сан ҫитӗнӗвӳсем паллӑ пулччӑр тесен, яланах тивӗҫӳ ҫинчен шухӑшла, пӗтӗм чунна парса тӑрӑш. 16 Хӑвна та, ху мӗне вӗрентнине те лайӑхрах пӗлме тӑрӑш. Ҫапла тусассӑн ҫеҫ эсӗ хӑвна та, хӑвна итлекенсене те ҫӑлма пултарӑн.

5

Ӗненекенсем умӗнче хӑвна мӗнле тыткаламалла

1 Ватӑ ҫынна ӳпкелешмесӗр, аҫу вырӑнне хурса, ҫамрӑксене шӑллу вырӑнне хурса ӳкӗтле. 2 Карчӑксене аннӳ вырӑнне хурса, ҫамрӑк хӗрарӑмсене йӑмӑку вырӑнне хурса таса чунлӑн ӳкӗтле.

3 Хӑр тӑлӑх тӑрса юлнӑ арӑмсене хисеплесе пулӑш. 4 Енчен те тӑлӑх арӑмӑн ачисем е мӑнукӗсем пулсассӑн, вӗсем чи малтан кил-йышне хисеплеме вӗренччӗр. Ачи-пӑчисем ашшӗ-амӑшне ырӑпа тавӑрччӑр. Ҫапла туни Турра юрӑхлӑ. 5 Чӑн-чӑн тӑлӑх арӑм, пӗччен юлсан та, Турра шанать, кунӗн-ҫӗрӗн Турра йӑлӑнса кӗлтӑвать. 6 Киленсе кӑна пурӑнакан тӑлӑх арӑм вара чӗрӗллех вилнӗ пулать. 7 Ҫаксене йӑлтах эсӗ вӗсене каласа ӑнлантар. Вара вӗсем тасан пурӑнӗҫ. 8 Кам тӑванӗсемшӗн, уйрӑммӑнах кил-йышӗшӗн, тӑрӑшмасть, ҫав ӗненӳрен пӑрӑннӑ, унашкалли ӗненмен ҫынран та япӑхрах. 9 Утмӑл ҫула ҫитнисене, пӗрре кӑна качча кайнисене чиркӳри тӑлӑх арӑмсен шутне кӗрт. 10 Ҫав тӑлӑх арӑмсен ырӑ ӗҫӗсемпе палӑрмалла: ачисене пӑхса ӳстермелле, ӗненекен ҫул ҫӳренсемпе тарават пулмалла, ӗненекен тӑвансен урисене ҫуса ямалла, инкеке лекнисене пулӑшмалла, кирек епле ырӑ ӗҫе те тӑрӑшса тумалла. 11 Ҫамрӑккисене вара чиркӳри тӑлӑх арӑмсен шутне ан кӗрт. Мӗншӗн тесен Христоса чунтан парӑнас вырӑнне вӗсем ӳт-пӳ хистени хыҫҫӑн каяҫҫӗ, качча тухас шухӑшпа пурӑнаҫҫӗ. 12 Вӗсем ӗненӗве чунтан парӑнмашкӑн маларах панӑ сӑмахне тытмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та айӑпа тивӗҫлӗ. 13 Тата вӗсем ӗҫсӗр аптӑраса килрен киле ҫӳреме хӑнӑхаҫҫӗ. Вӗсем ӗҫсӗр аптӑраса ҫӳреҫҫӗ кӑна мар, элек сараҫҫӗ, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре хутшӑнса кӗрсе каяҫҫӗ, калама юраманнине калаҫҫӗ. 14 Ҫапла вара, ҫамрӑк тӑлӑх арӑмсене манӑн качча кайма, ача-пӑча ҫуратма, кил-ҫурта пӑхса тӑма хушас килет. Ҫапла тусан вӗсем хамӑр тӑшмансене усал сӑмах сарма сӑлтав памӗччӗҫ. 15 Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри, ӗненме пӑрахса, шуйттан хыҫҫӑн кайрӗ те ӗнтӗ. 16 Ӗненекенсен кил-йышӗнче тӑлӑх арӑм пур пулсан, чиркӗве йывӑр ан пултӑр тесе, тӑлӑха хӑйсемех пулӑшчӑр. Вара чиркӳ хӑр тӑлӑх арӑмсене пулӑшма вӑй ҫитерӗ.

17 Чиркӗве ертсе пыракан пресвитерсене , уйрӑммӑнах тӑрӑшса ӳкӗтлекеннисене, вӗрентекеннисене, ыттисенчен ытларах хисепле. 18 Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Авӑн ашакан вӑкӑрӑн ҫӑварне ан хупла» тата «Ӗҫлекен ҫын тӳлев илме тивӗҫлӗ» (Саккуна астутарни 25:4; Лука 10:7). 19 Иккӗн е виҫҫӗн айӑп кӑтартмасӑр пресвитера айӑпланине ан йышӑн. 20 Ҫылӑха кӗрекенсене, ыттисем хӑраччӑр тесе, пӗтӗм халӑх умӗнче питле. 21 Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр тата ҫӳлти престол патӗнчи ангелсем умӗнче маларах асӑрхаттарнине тытса пыма хушатӑп. Никама та мала ан хур, кӑмӑлу хыҫҫӑн ан кай. 22 Алӑ хумалли йӑлана та васкаса ан ту, пӗлнӗ-пӗлмен ҫынна чиркӳре ӗҫлекен туса, унӑн ҫылӑхӗсене ан хутшӑн. Чун тасалӑхне упра. 23 Шыв ӗҫсе кӑна ан пурӑн, малашне кӑштах хӗрлӗ эрех те ӗҫкеле. Вара вар-хырӑмна усӑ пулӗ, тӑтӑшах чирлемӗн.

24 Хӑш-пӗр ҫынсем ҫылӑха кӗни уҫҫӑнах палӑрать, вӗсем айӑпланасси те халех курӑнать. Теприсен ҫылӑхӗсем вара каярахпа тин паллӑ пулаҫҫӗ. 25 Ырӑ ӗҫсем те ҫавнашкалах палӑраҫҫӗ; енчен те вӗсем ырӑ мар пулсан, пытарӑнса юлаймӗҫ.

6

1 Турӑ ятне тата Унӑн вӗрентӗвне хур тума парас мар тесен, пусмӑрта пурӑнакан чурасен хӑйсен хуҫисене хисеплемелле. 2 Хӑш чурасен хуҫисем хӑйсем те Турра ӗненеҫҫӗ пулсан, вӗсем пирӗн ӗненекен тӑвансем-ха тесе, чурасен хӑйсен хуҫисене хисеплемесӗр тӑмалла мар. Пачах урӑхла, хуҫисем хӑйсен савнӑ ӗненекен тӑванӗсем, ырӑ тӑваканӗсем пулнине кура, чурасен хуҫисемшӗн тата лайӑхрах тӑрӑшса ӗҫлемелле. Ҫапла ӳкӗтлесе вӗрент.

Суя вӗрентӳ тата чӑн-чӑн пуянлӑх

3 Кам та кам урӑхла вӗрентет, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн тӗрӗс сӑмахӗсемпе тата Турра хисеплемелли вӗрентӳпе килӗшмест, – 4 ҫавӑ мӑнкӑмӑллӑ, вӑл нимӗн те пӗлмест. Анчах та, ҫиеле тухасшӑн, яланах тавлашать. Тавлашусем вара кӗвӗҫӳ, хирӗҫӳ, йывӑр сӑмах, киревсӗр шанманлӑх ҫуратаҫҫӗ. 5 Усӑсӑр тавлашусем пӑсӑк ӑслӑ ҫынсем хушшинче сиксе тухаҫҫӗ. Вӗсем, чӑнлӑха ҫухатса, Турра хисеплени пуйтарать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унашкаллисемпе ан ҫыхлан . 6 Мӗн пуррипе ҫырлахма пӗлекен ҫынсемшӗн Турра хисеплени, чӑнах та, пысӑк пуянлӑх.

7 Мӗншӗн тесен эпир ку тӗнчене пуш алӑпа килнӗ, каясса та, паллах, пуш алӑпах кайӑпӑр. 8 Ҫимелли, тумланмалли пулсассӑн ҫырлахӑпӑр. 9 Пуяс текенсем вара, шуйттан илӗртнипе улталанса, танатана ҫакланаҫҫӗ. Вара вӗсем тӗрлӗ ӑссӑр та сиенлӗ шухӑш-кӑмӑл хыҫҫӑн кайса шар кураҫҫӗ, пӗтеҫҫӗ. 10 Мӗншӗн тесен пӗтӗм инкек-синкек сӑлтавӗ – укҫана юратни. Хӑшӗ-пӗри, укҫа хыҫҫӑн хӑваласа, ӗненӗвӗн тӗрӗс ҫулӗнчен пӑрӑнса кайрӗҫ те хӑйсене валли хӑйсемех нумай хуйхӑ тупрӗҫ.

Ӗненӳшӗн чыслӑн кӗрешесси

11 Эсӗ вара, Туррӑн ҫынни, унашкаллинчен пӑрӑнса ҫӳре; тӳрӗлӗх, Турра хисеплени, ӗненӳ, юратулӑх, чӑтӑмлӑх, йӑвашлӑх патне ӑнтӑл. 12 Эсӗ ӗненӳшӗн чыслӑн кӗреш. Сана ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн суйласа илнӗ. Эсӗ ун ҫинчен нумай ҫын умӗнче аван ҫирӗплетсе пӗлтертӗн. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗресчӗ тесе тӑрӑш. 13 Пурне те пурӑнӑҫ паракан Турӑ ячӗпе тата Понтий Пилат умӗнче Хӑй ҫинчен чаплӑн каласа пӗлтернӗ Христос Иисус ячӗпе сана ҫапла хушса калатӑп: 14 Иисус Христос Хуҫамӑр тепре киличченех хӑвна мӗн хушнине тасан та лайӑххӑн туса пурӑн. 15 Палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн пӗртен-пӗр, хӑватлӑ, ырӑлӑхлӑ патшасен Патши, хуҫасен Хуҫи тӗнчене Христоса ярӗ. 16 Турӑ – пӗртен-пӗр вилӗмсӗрскер, ҫитме ҫук ҫутӑра пурӑнаканскер, этемсенчен пӗри те Ӑна курман, кураяс та ҫук. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ та хӑватлӑ! Аминь.

17 Ку тӗнчере пуяннисене каласа ӳкӗтле: вӗсем хӑйсене ытлашши мӑнна ан хуччӑр, ултавлӑ пуянлӑхне мар, чӗрӗ Турра шанччӑр. Пире савӑнса пурӑнма мӗн кирлине Турӑ туллин парать. 18 Пуянсене ырӑ ӗҫ тума ӳкӗтле, вӗсем ырӑ ӗҫӗсемпе пуян пулччӑр, укҫи-тенкине ан хӗрхенччӗр, яланах пулӑшма хатӗр пулччӑр. 19 Ҫапла тусан вӗсем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн мул пухӗҫ. Ҫав мул вара – пуласлӑхӑн ҫирӗп никӗсӗ.

20 Тимофей! Хӑвна шанса панине упра. Пуш сӑмахран тата пӗлӳ текен, анчах чӑнлӑха хирӗҫлекен суя сӑмахран пӑрӑн. 21 Шел пулин те, хӑшӗ-пӗрисем, ҫавнашкал пӗлӳ хыҫҫӑн кайса, ӗненӳрен пӑрӑнчӗҫ. Сана Турӑ тивлечӗ пултӑр. Аминь.