СӐВАПЛӐ ПАВЕЛ АПОСТОЛ ФЕССАЛОНИКӐРИ ӖНЕНЕКЕНСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ПӖРРЕМӖШ ҪЫРУ

1

Саламлани

1 Павелпа Силуанран тата Тимофейран – Атте Туррӑмӑрпа тата Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ Фессалоникӑри чиркӗве. Сире пурне те Атте Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗпе канӑҫлӑхӗ пултӑр.

Фессалоникӑсен ӗненӗвӗ тата вӗсен тӗслӗхӗ

2 Хамӑр кӗлӗсенче сире аса илсе эпир яланах сирӗншӗн пуриншӗн те Турра тав тӑватпӑр. 3 Ӗненӳпе юратулӑхран килекен ӗҫӗре, Иисус Христос Хуҫамӑр панӑ шанчӑкран килекен чӑтӑмлӑхӑра Туррӑмӑр тата Аттемӗр умӗнче яланах асра тытатпӑр. 4 Эй, Турӑ савнӑ тӑвансем! Сире Вӑл суйласа илнине эпир пӗлетпӗр. 5 Мӗншӗн тесен эпир пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара эсир сӑмах халлӗн кӑна илтмерӗр. Ырӑ Хыпарӑн чӑнлӑхне эпир сире Святой Сывлӑш хӑвачӗпе, ҫирӗп ӗненӳпе вӗрентрӗмӗр. Сирӗн патӑрта чухне эпир сире ырра пултӑр тесе мӗнле пурӑннине хӑвӑрах пӗлетӗр. 6 Ӗненӳшӗн хӗн-хур тӳсме лексен те, эсир пирӗн сӑмаха Святой Сывлӑш паракан савӑнӑҫпа йышӑнтӑр. Ҫапла майпа эсир те пирӗн евӗрлӗ, Хуҫамӑр евӗрлӗ пулса тӑтӑр. 7 Эсир Македонипе Ахаия тӑрӑхӗнчи мӗн пур ӗненекенсемшӗн тӗслӗх пулса тӑтӑр. 8 Мӗншӗн тесен Хуҫамӑрӑн сӑмахӗ сирӗн патран Македонипе Ахаияра кӑна мар, пур ҫӗре те сарӑлчӗ. Эсир Турра епле ӗненнине пур ҫӗрте те пӗлнӗрен пирӗн хушса каламалли нимех те ҫук. 9 Пирӗн ҫинчен, пире эсир епле хапӑл туни ҫинчен ҫынсем хӑйсемех пур ҫӗрте те кала-кала кӑтартаҫҫӗ. Чӗрӗ те чӑн Турра чунтан парӑнас тесе, Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Ывӑлне, пире ҫитес ҫилӗрен хӑтаракана, Иисуса, тӳперен килессе кӗтес тесе, эсир кӗлеткесене пуҫҫапма пӑрахни пирки те калаҫаҫҫӗ.

2

Павел Фессалоникӑра

1 Эй, тӑвансем! Эпир сирӗн патӑра пыни усӑсӑр пулманнине хӑвӑрах пӗлетӗр. 2 Маларах Филиппӑра пире асап тата хур кӑтартнине эсир пӗлетӗр. Апла пулин те, Туррӑн Ырӑ Хыпарне эпир, пӗтӗм вӑя хурса, Турӑ пулӑшнипе сире хӑюллӑнах ӳкӗтлесе вӗрентрӗмӗр. 3 Мӗншӗн тесен пирӗн сӑмахра йӑнӑш та, таса мар кӑмӑл-шухӑш та, ултав та ҫук. 4 Пачах урӑхла, Турӑ пире Ырӑ Хыпар вӗрентме епле шанса панӑ, ҫапла вӗрентетпӗр те. Эпир ҫынсене юрама тӑрӑшмастпӑр, хамӑр чӗресене тӗрӗслекен Турра юрама тӑрӑшатпӑр. 5 Турӑ курать: эпир сирӗн умӑрта нихӑҫан та йӑпӑлтатса калаҫман, пирӗн пуяс-тӑвас шухӑш пулманнине те хӑвӑрах пӗлетӗр. 6 Пире этем мухтавӗ кирлӗ мар: эсир мухтани те, ыттисем мухтани те. 7 Паллах, Христос апостолӗсем пулнӑ май, эпир хамӑра сирӗн патӑрта мӑнна хума пултарӑттӑмӑр. Анчах та кӑкӑр ҫитерекен хӑй ачипе епле йӑваш, эпир те ҫапла пултӑмӑр. 8 Эсир пирӗншӗн хаклӑ ҫынсем пулса тӑтӑр, ҫавӑнпа та, сирӗншӗн тӑрӑшса, эпир сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме кӑна мар, чунӑмӑрсене пама та хатӗрччӗ. 9 Эй, тӑвансем! Эпир сирӗн патӑрта Туррӑн Ырӑ Хыпарне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ чухне епле пурӑннине астӑватӑр пулӗ. Сире чӑрмав кӳрес мар тесе эпир кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗмӗр, хамӑра хамӑр йӳнеҫтерсе пурӑнтӑмӑр. 10 Эпир сирӗнпе, ӗненекенсемпе, пӗрле пулнӑ чухне хамӑра епле сӑваплӑ, тӳрӗ, тиркеме те ҫук тыткаланине эсир хӑвӑр та, Турӑ та ҫирӗплетме пултарать. 11 Хӑвӑрах пӗлетӗр: эпир сире пурсӑра та ашшӗ ачисене ӳкӗтленӗ пекех Турра юрӑхлӑ пурӑнма тархасласа ӳкӗтлерӗмӗр, йӑлӑнтӑмӑр. Турӑ сире Хӑйӗн Патшалӑхне кӗме, Хӑйӗн мухтавне тивӗҫлӗ пулма чӗнсе илнӗ.

13 Эсир пирӗнтен Турӑ сӑмахне илтсессӗн, ӑна этем сӑмахӗ тесе мар, Турӑ сӑмахӗ тесе йышӑнтӑр. Ҫавӑншӑн эпир тӑтӑшах Турра тав тӑватпӑр. Вӑл, чӑнах та, Турӑ сӑмахӗ. Ҫав сӑмах сирӗн чӗрере – ӗненекенсен чӗринче – хӑйӗн ӗҫне тӑвать. 14 Иудейӑра Христос Иисуса ӗненекенсене иудейсемех хӗсӗрленӗ. Вӗсем евӗрлех сирӗн те, Турра ӗненекенсен, хӑвӑр халӑх ҫыннисемех хӗсӗрленине тӳсме тивнӗ. 15 Иудейсем Иисус Хуҫамӑрпа Унӑн пророкӗсене вӗлернӗ. Пире те вӗсем хӑваласа кӑларса ячӗҫ. Вӗсем Турӑшӑн та юрӑхсӑр, пӗтӗм халӑха та хирӗҫлеҫҫӗ. 16 Пире иудейсем ытти халӑхсене ҫӑлӑнӑҫ Хыпарне пӗлтерме чӑрмантарнӑ пирки вӗсем хӑйсен ҫылӑх виҫине тӑтӑшах тултарса тӑраҫҫӗ. Вӗсене Турӑ ҫилли ҫитетех.

Ӗненекен ушкӑна Павел тепре ҫитсе курма ӗмӗтленни

17 Эпир вара, тӑвансемӗр, сирӗнтен кӗске вӑхӑтлӑха уйӑрӑлтӑмӑр. Анчах та куҫа-куҫӑн курса калаҫаймастпӑр пулин те, эсир асран каймарӑр, сире тата ытларах курас килекен пулчӗ. 18 Ҫавӑнпа та эпӗ, Павел, ыттисемпе пӗрле сирӗн патӑра пӗр-икӗ хутчен те пыма пуҫтарӑннӑччӗ, анчах та шуйттан чӑрмантарчӗ. 19 Иисус Христос Хуҫамӑр тепре килсессӗн Унӑн умӗнче кам пирӗн шанчӑк та, савӑнӑҫ та, мухтав пуҫ кӑшӑлӗ те пулӗ? Ытти ӗненекенсемпе пӗрлех эсир те мар-и вара? 20 Эсир пирӗн чап-савӑнӑҫ вӗт-ха!

3

1 Ҫавӑнпа та, уйӑрӑлӑва текех чӑтаймасӑр, Афинӑрах юлас терӗмӗр. 2 Тимофей тӑванӑмӑра вара, Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерсе Турӑшӑн вӑй хуракан ӗҫри юлташӑмӑра, сире хавхалантарса ӗненӗвӗре ҫирӗплетме ятӑмӑр. 3 Ҫак хӗсӗрленӗ тапхӑрта сирӗнтен пӗри те ӗненӳ пирки ан иккӗлентӗр терӗмӗр. Вӑл асапа пире тӳсме пӳрнине хӑвӑрах пӗлетӗр. 4 Астӑватӑр-и, хамӑра кӗтекен асапсем пирки эпир сире хӑвӑр патӑрта чухне малтанах асӑрхаттарнӑччӗ. Калани чӑна килнине халӗ хӑвӑрах куратӑр. 5 Шуйттан сире илӗртсе улталасран, хамӑр тӑрӑшса ӗҫлени харама каясран эпӗ шиклентӗм. Ҫавӑнпа та, ырана хӑвармасӑр, сирӗн ӗненӗвӗр мӗнешкел ҫирӗппине пӗлмешкӗн Тимофея ятӑм.

6 Халӗ ӗнтӗ Тимофей сирӗн патӑртан лайӑх хыпарпа тавӑрӑнчӗ. Сирӗн ӗненесси те, юратасси те иксӗлмен иккен. Эсир пире ырӑпа кӑна асӑнни ҫинчен те, эпир сире курасшӑн пулнӑ пекех эсир те пире курасшӑн иккенне те Тимофей каласа кӑтартрӗ. 7 Вара эпир хамӑра хӗсӗрленине, йывӑр килнине пӑхмасӑрах, сирӗншӗн, тӑвансем, савӑнтӑмӑр; сирӗн ӗненӗвӗре курса лӑплантӑмӑр. 8 Эсир Хуҫа Турра ҫирӗп ӗненнине пӗлсессӗн пирӗн чун хавалӗ ҫӗкленчӗ. 9 Сирӗншӗн тата пире Туррӑмӑр умӗнче эсир кӳнӗ савӑнӑҫшӑн Турра тав туса та ҫитереес ҫук. 10 Сирӗнпе курнӑҫасчӗ тесе, ӗненӳре мӗн ҫитменнине ҫитересчӗ тесе, кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшса кӗлтӑватпӑр.

11 Атте Туррӑмӑр тата Иисус Христос Хуҫамӑр пирӗн ҫул-йӗре сирӗн пата ҫавӑртӑрах. 12 Эпир сире юратнӑ пекех, Хуҫа Турӑ сире пӗр-пӗрне те, ыттисене пурне те юратнӑҫемӗн юратмалла тутӑрччӗ. 13 Ҫав юратулӑхпа Вӑл сире, Иисус Христос Хуҫамӑр Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисемпе пуринпе те тепре киличчен, ҫирӗплӗх патӑрччӗ; сирӗн Атте Турӑ умне таса сӑваплӑхпа тӑмалла пултӑрччӗ. Аминь.

4

Турра юрӑхлӑ пурӑнӑҫ

1 Тӑвансем! Юлашкинчен эпир сире Христос Иисус ячӗпе ҫакӑн пирки тархаслатпӑр. Эпир сире Турра юрӑхлӑ епле пурӑнмаллине вӗрентсеччӗ, ҫавна сирӗн тата лайӑхрах тытса пымалла пултӑрччӗ. 2 Эсир хӑвӑра Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе эпир мӗнле пил-хушусем панине пӗлсе тӑратӑр. 3 Сире сӑваплатакан Турӑ ирӗкӗ сире аскӑнлӑхран пӑрӑнма хушать. 4 Чӑн Турра пӗлмен халӑхсем пек, ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн ан кайӑр, сирӗнтен кашниех тӳрӗ те чыслӑ пултӑр. 6 Сирӗнтен пӗри те, тӗрӗс мар ҫулпа кайса, хӑйшӗн кӑна тӑрӑшса, тӑванне ан улталатӑр. Ҫакнашкал хӑтланса пурӑнакансене Хуҫа Турӑ тавӑрать. Эпир сире ун пирки малтанах ҫирӗплетсе каланӑччӗ. 7 Турӑ пире ирсӗр пулмашкӑн мар, сӑваплӑ пулмашкӑн чӗнсе илнӗ. 8 Турӑ пире Хӑйӗн Святой Сывлӑшне панӑ. Эппин ҫак вӗрентӗве хирӗҫлекен вӑл этеме мар, Турра хирӗҫлет.

9 Ӗненекен тӑвансене юратасси ҫинчен ҫырма кирлех мар пуль, мӗншӗн тесен Турӑ сире пӗр-пӗрне юратма вӗрентнине хӑвӑрах пӗлетӗр. 10 Эсир пӗтӗм Македони тӑрӑхӗнчи ӗненекенсемпе ҫапла хутшӑнса пурӑнатӑр та. Эпир вара сире пӗр-пӗрне тата ытларах юратса пурӑнма тархаслатпӑр. 11 Ӗненменнисем хӑвӑра хисеплеччӗр тесен, ҫителӗклӗ пурӑнас тесен, эсир лӑпкӑн, хӑвӑр ӗҫӗрпе пурӑнӑр. Эпир сире хушнӑ пек, хӑвӑра мӗн кирлине хӑвӑр ӗҫлесе илӗр.

Хуҫамӑр килесси

13 Тӑвансем! Сирӗн ыттисем пек, шанчӑк ҫуккисем пек кулянмалла ан пултӑрччӗ тесе, эпӗ сире вилнисем ҫинчен те пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар. 14 Мӗншӗн тесен эпир Иисус вилсе чӗрӗлнине ӗненетпӗр пулсан, Иисуса ӗненсе вилнисене те Турӑ Унпа пӗрле Хӑй патне илсе пырасса шанатпӑр. 15 Ҫакна эпир сире Хуҫамӑрӑн сӑмахӗпе килӗшӳллӗн калатпӑр: эпир, чӗррисем, тата Хуҫамӑр тепре киличчен пурӑнас ҫынсем, вилнисенчен малта пулмӑпӑр. 16 Мӗншӗн тесен Турӑ хушнипе архангел сасси тата Турӑ трубин сасси илтӗнсе кайсассӑн тӳперен Хуҫамӑр Хӑй анӗ. Вара Христоса ӗненсе вилнисем маларах чӗрӗлсе тӑрӗҫ. 17 Унтан пире, чӗррисене, Хуҫамӑрпа тӳпере тӗл пулмашкӑн вӗсемпе пӗрле пӗлӗт ҫине илӗҫ. Ҫапла эпир яланлӑхах Хуҫамӑрпа пулӑпӑр. 18 Ӗнтӗ ҫак сӑмахсене каласа пӗр-пӗрне хавхалантарӑр.

5

1 Эй, тӑвансем! Юлашки вӑхӑтсем ҫинчен, самант хӑҫан ҫитесси ҫинчен ҫырмашкӑн кирлех те мар пулӗ тетӗп. 2 Хуҫамӑрӑн кунӗ каҫхи вӑрӑ пек кӗтмен ҫӗртен килессе эсир хӑвӑрах аван пӗлетӗр. 3 Ҫынсем «лӑпкӑ та хӑрушсӑр» тенӗ чухне кӗтмен ҫӗртен аркану килет, вӑл ача ҫуратас асап пек килет. Унран никам та тарса хӑтӑлаймӗ. 4 Анчах та эсир, тӑвансем, тӗттӗмлӗхре мар. Ҫав юлашки кун сирӗншӗн вӑрӑ пек кӗтмен ҫӗртен килсе тухмӗ. 5 Мӗншӗн тесен эсир пурте – ҫутӑ ачисем, кун ҫути ачисем. Эпир каҫ ачисем те, тӗттӗмлӗх ачисем те мар. 6 Эппин ыттисем пек ҫывӑрса выртар мар, сыхӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ пулар. 7 Мӗншӗн тесен, сыхлӑха ҫухатса, ҫывӑракан ҫӗрле ҫывӑрать, ӗҫсе ӳсӗрӗлекен те ҫӗрле ӗҫет. 8 Эпир вара, кун ҫути ачисем пулнӑ май, ӗненӳпе юратулӑхӑн тимӗр тумне тата ҫӑлӑнас шанчӑкӑн шлемне тӑхӑнар, хамӑр ӑс-тӑна ҫухатар мар. 9 Турӑ пире Хӑйӗн ҫиллине кӑтартма мар, Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ ҫӑлӑнӑҫ пама палӑртса хунӑ. 10 Пире пурӑннӑ чухне те, вилсессӗн те Хӑйӗнпе пултарас тесе, Христос пирӗншӗн пурӑнӑҫне панӑ. 11 Ҫапла вара, халӗ эсир пӗр-пӗрне мӗнле ӳкӗтлесе, ӑс парса пурӑнатӑр, малашне те ҫаплах пулӑр.

Ҫыру вӗҫӗнче ӳкӗтленисем, саламсем

12 Эй, тӑвансем! Эпир сире хӑвӑр хушшӑрта ӗҫлекенсене – Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пултармашкӑн ертсе пыракансене тата вӗрентекенсене – сума сума ыйтатпӑр. 13 Вӗсене ӗҫӗсемшӗн юратӑр, пысӑка хурса хисеплӗр. Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр. 14 Тӑвансем! Сире тархасласах калатпӑр: наянсене ӗҫлеме ӳкӗте кӗртӗр, хавшак чунлисене хавхалантарӑр, вӑйсӑррисемшӗн тӗрек пулӑр. Пуринпе те чӑтӑмлӑ пулӑр. 15 Асӑрхӑр, усала хирӗҫ усалпа никам та ан тавӑртӑр. Пӗр-пӗрне те, ыттисене те – яланах ырӑ тума тӑрӑшӑр. 16 Яланах савӑклӑ пулӑр. 17 Тӑтӑшах кӗлтӑвӑр. 18 Пуриншӗн те тав тӑвӑр, сире, Христоса ӗненекенсене, Турӑ ҫапла хушать. 19 Турӑ Сывлӑшне сӳнме ан парӑр. 20 Пророкла каланисене ним вырӑнне те хуманни ан пултӑр. 21 Ку аван-и, аван мар-и тесе шухӑшлӑр та, аванни хыҫҫӑн кайӑр. 22 Тӗрлӗ усалтан аякра тӑрӑр.

23 Канӑҫлӑх Турри Хӑй сире туллин сӑвапласа тасаттӑр. Иисус Христос Хуҫамӑр тепре киличчен сирӗнте йӑлтах: чун-чӗм те, чун та, ӳт-пӳ те – тӗрӗс-тӗкел упранса юлтӑр. 24 Ҫакна хӑвӑра Чӗнекен тӑвӗ, Вӑл Хӑйӗн сӑмахне тытать.

25 Тӑвансемӗр! Пирӗншӗн кӗлтӑвӑр. 26 Ӗненекен мӗн пур тӑванӑмӑрсене сӑваплӑн, тӑванла чуптуса саламлӑр. 27 Хуҫа Турра асӑнса тархаслатӑп: ҫак ҫырӑва мӗн пур ӗненекен тӑвансене вуласа парӑр. 28 Сире Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗ пултӑр. Аминь.