СӐВАПЛӐ ПЕТР АПОСТОЛ МӖН ПУР ӖНЕНЕКЕНСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ПӖРРЕМӖШ ҪЫРУ
1Саламлани
1 Иисус Христос апостолӗнчен Петртан – Понт, Галати, Каппадоки, Аси, Вифини тӑрӑхӗнче сапаланса кайнисене, ытти ӗненекенсем пекех ҫак тӗнчешӗн юттисене. Иисус Христоса пӑхӑнмашкӑн, Унӑн Юнӗпе тасатмашкӑн сире Атте Турӑ чӑн малтанах палӑртса хунӑ, Сывлӑшпа сӑваплатса суйласа илнӗ. Сире пурне те Турӑ ырӑлӑхӗпе канӑҫлӑхӗ тата ытларах пултӑр.
Чӗрӗ шанчӑк
3 Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр. Унӑн ырӑ кӑмӑлӗ виҫесӗр. Христоса вилӗмрен чӗртсе тӑратса Турӑ пире чӗрӗ шанчӑк памашкӑн ҫӗнӗрен ҫуратрӗ. 4 Ҫав шанчӑк – сирӗншӗн тӳпере упранакан таса, ҫӗрми, пӗтми еткер. 5 Юлашки вӑхӑтсенче сирӗн ҫӑлӑнӑҫ илмелле. Ӗненӗвӗре пула Турӑ хӑвачӗ сире ҫавӑншӑн сыхласа усрать. 6 Эппин, уншӑн савӑнӑр. Халӗ тем тӗрлӗ тӳсме тивет пулин те, кӑштах кулянса илӗр те, савӑнӑр. 7 Ылтӑна вутпа тӗрӗсленӗ пек, сирӗн ӗненӗвӗр те асаппа тӗрӗсленет. Вара, Иисус Христос тепре килсессӗн, пӗтмелли ылтӑнран хаклӑрах ӗненӗвӗр хисепе, мухтава, чапа тивӗҫ пулӗ. 8 Хӑвӑр курман Христоса эсир юрататӑр; халӗ те, курмасӑрах, Ӑна ӗненетӗр, калама ҫук хӗпӗртесе, савӑнмаллипех савӑнатӑр. 9 Ӗнтӗ эсир ӗненӗвӗр тӗллевӗ патне – чуна ҫӑласси патне – ҫитсе пыратӑр.
10 Ҫав ҫӑлӑнӑҫ хӑҫан тата епле килессине пророксемех тӗплӗн тишкерсе тӗпченӗ. Эсир илес ырӑлӑх ҫинчен вӗсем малтанах каласа хунӑ. 11 Христос курас асапсем ҫинчен, кайран Вӑл мухтава тухасси ҫинчен Христос Сывлӑшӗ пророксем урлӑ малтанах пӗлтернӗ. Вӗсем ҫакӑ хӑш вӑхӑтра, мӗнлерех пуласса пӗлме тӑрӑшнӑ. 12 Пророкла каланисем хӑйсемшӗн мар, пирӗншӗн пулнине Турӑ пророксене уҫса панӑ. Ҫӳлтен аннӑ Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Ырӑ Хыпар пӗлтерекенсем халӗ сире ҫавӑн ҫинченех ӳкӗтлесе вӗрентеҫҫӗ. Ҫӳлти ангелсем те ҫав вӑрттӑнлӑха пӗлесшӗн.
Сӑваплӑ пурӑнма чӗнсе калани
13 Ҫавӑнпа та, савнӑ тусӑмсем, ӑс-тӑнӑра ҫивӗчлетӗр, сыхӑ пулӑр. Иисус Христос тепре килсессӗн хӑвӑр ырӑлӑх илессе ҫирӗп шанӑр. 14 Итлекен ачасем пек пулӑр. Турра пӗлмен чухнехи, малтанхи ҫылӑхлӑ кӑмӑла хӑвӑрпа хуҫаланма ан парӑр. 15 Пачах та урӑхла, хӑвӑра чӗнсе илнӗ Турӑран тӗслӗх илсе, пур тӗлӗшӗнчен те сӑваплӑ пулӑр. 16 Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Таса пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ таса». 17 Ҫын кам пулнине кура мар, ӗҫне кура Хаклакана Атте тетӗр пулсан, хӑвӑршӑн ют тӗнчере Турӑ сумлӑхӗнчен хӑраса пурӑнӑр. 18 Пӗлетӗр ӗнтӗ, сире мӑн аслаҫӑрсенченех юлнӑ пушӑ пурӑнӑҫран тутӑхса пӗтекен ылтӑн-кӗмӗлпе мар, пӗр ҫитменлӗхсӗр, таса Путек евӗр Христосӑн хаклӑ Юнӗпе тӳлесе илнӗ. 20 Тӗнчене пултаричченех Ӑна парнелӗхе палӑртса хунӑ, анчах та сире ҫӑлмашкӑн Вӑл юлашки вӑхӑтсенче ҫеҫ ҫӗр ҫине килнӗ. 21 Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, мухтава кӑларнӑ Турра эсир Христос урлӑ ӗненнӗ. Ҫавӑнпа та сирӗн ӗненӗвӗрпе шанчӑкӑр – Турӑра.
22 Пӗр-пӗрне яланах чунтан-чӗререн юратӑр. Ӗненекен тӑванӑрсене ултавсӑр юратас тесен вара чунӑрсене чӑнлӑха пӑхӑннипе, Святой Сывлӑш пулӑшнипе тасатӑр. 23 Эсир вилӗмлӗ этемрен мар, вилӗмсӗр те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакан Турӑ сӑмахӗнчен ҫӗнӗрен ҫуралнӑ. 24 Мӗншӗн тесен ҫапла каланӑ: «Пур ҫын та курӑк пек, этемӗн кирек епле чапӗ те курӑк ҫинчи чечек пек. Курӑкӗ типет те, чечекӗ тӑкӑнать, 25 Хуҫамӑр сӑмахӗ кӑна ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнать». Ҫав сӑмаха – Турӑ сӑмахне – сире ӳкӗтлесе вӗрентнӗ те ӗнтӗ.
2Чӗрӗ чул тата сӑваплӑ халӑх
1 Ҫапла вара, тӗрлӗ ҫилӗрен, тӗрлӗ чеелӗхпе икӗпитлӗхрен, кӗвӗҫӳрен, ҫынна хурласран хӑтӑлӑр та, 2 ҫӑлӑнӑҫ илмешкӗн ӳссе ҫитеесчӗ тесе, кӑкӑр ачисем пек, чун-чӗмӗн таса сӗчӗ патне туртӑнӑр. 3 Ӗнтӗ эсир астивсе пӑхрӑр, Хуҫамӑр ыррине куртӑр. 4 Эсир Ун патне, чӗрӗ чул патне, ҫывхаратӑр. Ҫынсем ӑна пӑрахӑҫланӑ, анчах та Турӑшӑн вӑл паха пулнӑ, Турӑ ӑна суйласа илнӗ. 5 Эсир те чӗрӗ чул евӗрлӗ. Чун-чӗм ҫуртне купаланӑ чухне Турра хӑвӑрпа усӑ курма парӑр. Иисус Христос урлӑ Турра юрӑхлӑ чун-чӗм парнисем кӳмешкӗн ҫав ҫуртра сирӗн сӑваплӑ священниксем пулмалла. 6 Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Акӑ, суйласа илнӗ, хаклӑ, никӗсри тӗп чула Эпӗ Сионра хуратӑп; Ӑна ӗненекен намӑса юлмӗ». 7 Ҫапла вара, сирӗншӗн, ӗненекенсемшӗн, Вӑл питӗ хаклӑскер. Ӗненменнисемшӗн – ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул кӑна. Анчах та Вӑл никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ. Вӑл – такӑнтаракан чул, такӑнтарса ӳкерекен чул. 8 Турӑ сӑмахне ӗненменнисене унран такӑнма пӳрнӗ.
9 Эсир вара – суйласа илнӗ халӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Туррӑн ҫыннисем. Сирӗн тивӗҫӗр – хӑвӑра тӗттӗмрен Хӑйӗн чаплӑ ҫутине Чӗнсе илекенӗн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен хыпарласси. 10 Тахҫан эсир те халӑхах пулман, халӗ – Туррӑн халӑхӗ. Тахҫан сире каҫарман, халӗ – каҫарнӑ.
Турӑ чурисем пек пурӑнӑр
11 Савнӑ тусӑмсем! Эсир ҫак тӗнчере юттисем, ҫул ҫӳревҫӗсем. Эпӗ сире чунӑрсемпе кӗрешекен ӳт-пӳ хистенинчен пӑрӑнма тархаслатӑп. 12 Ытти халӑхсем хушшинче ырӑ туса пурӑнӑр, вӗсемшӗн тӗслӗх пулӑр. Вара вӗсем, халӗ сире усал тӑвакансем тесе хурлаҫҫӗ пулин те, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Турӑ килнӗ кун Ӑна мухтаччӑр. 13 Ҫӗр ҫинчи пуҫлӑхсене Хуҫа Турӑшӑн пӑхӑнӑр: патшана – патшалӑхра чи асли пулнишӗн, 14 вӑл лартнӑ пуҫлӑхсене – усал тӑвакансене айӑпласа, ырӑ тӑвакансене хисепе кӑларнишӗн. 15 Мӗншӗн тесен Турӑ ирӗкӗ ҫапла: пирӗн, ырӑ туса, пӗлмесӗр калаҫакан ӑссӑр ҫынсен ҫӑварне хупламалла. 16 Ирӗклӗ ҫынсем пулин те, ирӗклӗхпе витӗнсе усал тӑвакансем пек мар, Турӑ чурисем пек пурӑнӑр. 17 Пурне те сума сӑвӑр, ӗненекен тӑванӑрсене юратӑр, Турӑран хӑрӑр, патшана хисеплӗр.
Христос асапӗсен тӗслӗхӗ
18 Эй, тарҫӑсем! Хуҫӑрсене хӑраса сума сӑвӑр. Ырӑ та хӗрхенӳллӗ хуҫасене кӑна мар, хаяррисене те сума сӑвӑр. 19 Айӑпсӑрах хӗн-хур куракан хӑйӗн асапне Турӑ ҫинчен шухӑшласа тӳсӗмлӗн чӑтни Турра юрӑхлӑ. 20 Айӑпа кӗнишӗн хӗненине чӑтӑмлӑн тӳсетӗр пулсан, сире мӗн мухтамалли пур? Анчах та ырӑ тунишӗн нуша куратӑр, тӳсетӗр пулсан – ҫакӑ Турра юрӑхлӑ. 21 Сире ҫавӑншӑн чӗнсе илнӗ те, мӗншӗн тесен Христос пирӗншӗн асап тӳснӗ. Хӑй хыҫҫӑн пыракансем пулччӑр тесе Вӑл пире тӗслӗх кӑтартнӑ. 22 Вӑл нимӗнле ҫылӑх та туман, Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнче нимӗнле ултав та пулман. 23 Хӑйне сӑмахпа хур тӑвакансене Вӑл хур туман, асап кӑтартакансене асаппа хӑратман, тавӑрассине Тӳрӗ суд Тӑвакан аллине панӑ. 24 Пире ҫылӑхсенчен хӑтарас, тӳрӗ пурӑнтарас тесе, Вӑл пирӗн ҫылӑхсене Хӑйӗн ӳчӗпе хӗрес ҫине ҫӗкленӗ. Эсир Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ. 25 Мӗншӗн тесен эсир ҫӗтсе кайнӑ, кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем евӗрччӗ, халӗ вара чунӑрсен Кӗтӳҫи тата Сыхлавҫи патне тавӑрӑнтӑр.
3Арӑмӗсемпе упӑшкисем
1 Эй, арӑмсем! Эсир те ҫавнашкалах упӑшкӑрсене итлӗр. Вара, арӑмӗсем хӑйсене епле тыткаланине, Турӑран хӑраса тата таса пурӑннине курса, Ырӑ Хыпара йышӑнман хӑшӗ-пӗрин упӑшкисем пӗр сӑмахсӑрах ӗненме пуҫлӗҫ. 3 Ҫӳҫ-пуҫа хитрелетсе явни, ылтӑн капӑрчӑксем ҫакни, япшар ҫи-пуҫ тӑхӑнни – тулаш илем кӑна. Сирӗн илемӗр вара ун пек мар, 4 ӑшри, чун-чӗрери пытарӑнчӑк, пӗтми илем пултӑр. Йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑл Турӑшӑн хаклӑ. 5 Шӑпах ҫакнашкал илемпе пурӑннӑ та Турра шанакан сӑваплӑ хӗрарӑмсем ӗлӗкрех: вӗсем упӑшкисене итленӗ. 6 Сарра та Авраама пӑхӑннӑ, ӑна хуҫам тенӗ. Нимӗнрен хӑрамасӑр ырӑ туса пурӑнатӑр пулсан, эсир те Саррӑн хӗрӗсем пулатӑр. 7 Эй, упӑшкисем! Эсир те ҫавнашкалах арӑмӑрсене ӑнланса, черчен савӑт-сапана тыткаланӑ пек, упраса пурӑнӑр, ӗненӳ тӗлӗшӗнчен вӗсем пирӗнпе пӗрлех парнелӗхе чӗрӗлӗх илес ҫынсем тесе хисеплӗр. Вара сире таса чунтан кӗлӗ тума нимӗн те чӑрмантармӗ.
Тӳрӗлӗхшӗн хур курасси
8 Тата ҫакна каламалла: пӗр шухӑш-туйӑмлӑ пулӑр, ӗненекен тӑванӑрсене юратӑр, хӗрхенӳллӗ, вашаватлӑ, сӑпайлӑ пулӑр. 9 Усала хирӗҫ усалпа, сӑмахпа кӳрентернине хирӗҫ кӳрентерӳпе ан тавӑрӑр, тавӑрас вырӑнне пиллӗх сунӑр. Ҫакна пӗлсе тӑрӑр: Турӑ сире пиллӗхлӗ пулмашкӑн суйласа илнӗ. 10 Кам савӑнса пурӑнасшӑн, ырӑ кун-ҫул курасшӑн, ҫав чӗлхи-ҫӑварне усал, ултавлӑ сӑмахсенчен чартӑр. 11 Усал ӗҫрен пӑрӑнтӑр, ырӑ ӗҫ тутӑр; канӑҫлӑх шыраса канӑҫлӑх патне ӑнтӑлтӑр. 12 Мӗншӗн тесен Хуҫа Турӑ тӳрӗ ҫынсем ҫине пӑхать, вӗсен кӗллине итлет. Усал тӑвакансенчен вара вӗсене ҫӗр ҫинчен пӗтерес тесе Хуҫамӑр пӑрӑнать.
13 Эсир ырришӗн тӑрӑшатӑр пулсан, камах сире усал тӑвайӗ? 14 Енчен те тӗрӗслӗхшӗн хур куратӑр пулсан, эсир телейлӗ. Усал тӑвакансенчен ан шикленӗр, ан хӑрӑр. 15 Чун-чӗрӗрте Хуҫа Турра хисеплӗр. Эсир мӗне шанни ҫинчен кам та пулин ыйтсан вара йӑвашшӑн, чунтан хисеплесе хурав пама яланах хатӗр пулӑр. 16 Христоспа пӗрлӗхлӗ ырӑ пурӑннӑшӑн сире усал тӑвакансем теҫҫӗ, усал сӑмах сараҫҫӗ. Ҫав элекҫӗсене намӑса хӑвармашкӑн таса чунлӑ пулӑр. 17 Турӑ ирӗкӗ ҫапла пулсассӑн, эппин, ырӑ ӗҫшӗн асапланни усал ӗҫшӗн асапланнинчен аванрах. 18 Мӗншӗн тесессӗн, пире Турӑ патне илсе пырас тесе, Христос та пирӗн ҫылӑхсемшӗн асап курнӑ. Вӑл, Тӳрӗскер, тӳрӗ мар пурӑнакансемшӗн пӗрре вилнӗ. Ӳт-пӗвне вӗлернӗ пулин те, Вӑл, чун-чӗмӗпе чӗрӗлсе, 19 тамӑка анса, унти чунсене Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ. 20 Ӗлӗк-авал, Ной вӑхӑтӗнче, карап тунӑ чухне, Турӑ ҫав чунсем пӑхӑнасса чӑтӑмлӑн кӗтнӗ пулин те, вӗсем пӑхӑнман. Вара карап ҫине нумаййӑн та мар, саккӑрӑн ларнӑ та шыв ҫинче ҫӑлӑнса юлнӑ. 21 Ҫакӑ вӑл – пулассин сӑнарӗ: халӗ эпир, ҫӑлӑнас тесе, шыва кӗретпӗр. Шыва кӗни вара ӳт-пӗве ҫуса тасатни мар, таса чунпа пурӑнмашкӑн Турра сӑмах пани. Иисус Христос чӗрӗлсе тӑнине пула, шыва кӗни пире ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать. 22 Христос, тӳпене ҫӗкленсе, Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ; Ӑна ангелсем те, ҫӳлти влаҫсемпе хӑватсем те пӑхӑннӑ.
4Туррӑн ырӑлӑхӗпе лайӑх хуҫа пек усӑ курӑр
1 Христос сирӗншӗн ӳт-пӗвӗпе епле асап курнӑ, эсир те ҫаплах, ҫав шухӑш-кӑмӑлпах ҫирӗпленӗр. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗпе асап куракан ҫылӑха кӗме пӑрахать. 2 Ҫав шухӑш-кӑмӑлпа ҫирӗпленсе вара ҫӗр ҫинчи юлнӑ кун-ҫула ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн кайса мар, Турӑ ирӗкне пӑхӑнса пурӑнасчӗ тейӗр. 3 Ӗнтӗ ҫитӗ, ахаль те эсир чӑн Турра пӗлмен халӑхсем пек кӑмӑл хыҫҫӑн кайса чылай вӑхӑт хушши путсӗрленсе, аскӑнланса арҫын арҫынпа е выльӑхпа асса, ясар шухӑшласа, ӗҫке ерсе, намӑссӑр ӗҫкӗ-ҫикӗсем ирттерсе, ирсӗр кӗлеткесене пуҫҫапса пурӑнтӑр. 4 Халӗ вара вӗсем, эсир ӗлӗкхи пек вӗсемпе пӗрле ҫапла путсӗр пурӑнма килӗшменнинчен тӗлӗнсе, сирӗн ҫинчен усал сӑмах сараҫҫӗ. 5 Ӗнтӗ Вӑл чӗррисене те, вилнисене те суд тума хатӗр, вӗсем Унӑн умӗнче явап тытӗҫ. 6 Этемле ӳт-пӗвӗпе суд умне тӑма тивнӗ пулин те, Турӑлла чун-чӗмӗпе чӗрӗлӗхе кӗрейччӗр тесе, вилнисене Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ те ӗнтӗ.
7 Ӗнтӗ йӑлтах вӗҫленес вӑхӑт ҫитсе пырать. Эппин, ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр, кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр. 8 Пуринчен те ытларах вара пӗр-пӗрне юратӑр, мӗншӗн тесен юратулӑх нумай-нумай ҫылӑха саплаштарать. 9 Пӗр-пӗринпе ӳпкевсӗр-мӗнсӗр тараватлӑ пулӑр. 10 Сирӗнтен кашнинех Турӑ пултарулӑх панӑ. Эппин, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшса, Туррӑн тӗрлӗ ырӑлӑхӗпе лайӑх хуҫа пек усӑ курӑр. 11 Кама вӗрентме пӳрнӗ, ҫавӑ Турӑ сӑмахӗпе калаҫтӑр. Кама Турӑ ячӗшӗн ӗҫлеме пӳрнӗ, ҫавӑ Турӑ хӑвачӗпе ӗҫлетӗр. Ҫаксене йӑлтах Иисус Христос урлӑ Турра мухтава кӑларасчӗ тесе тӑвӑр. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ, хӑватлӑ. Аминь.
Христианин пек асап тӳссе
12 Эй, савнӑ тусӑмсем! Хӑвӑра асап вучӗ пӗҫертсессӗн, мӗскер пулса иртет тесе ан тӗлӗнӗр – эсир асап витӗр тухса тӗрӗсленетӗр. 13 Кулянас вырӑнне, Христос асапӗсене тӳсмешкӗн эпир те хутшӑнатпӑр тесе хӗпӗртӗр. Вара Унӑн мухтавӗ чӑннипех палӑрнӑ кун эсир хӗпӗртемеллипех хӗпӗртӗр. 14 Сире Христос ячӗшӗн хурлаҫҫӗ пулсан, эсир телейлӗ, эппин, сирӗнте мухтав Сывлӑшӗ, Святой Сывлӑш пур. Вӗсем Ӑна хурлаҫҫӗ, эсир – мухтава кӑларатӑр . 15 Сирӗнтен пӗрин те вӗлерсе е вӑрласа, е усал туса, е ҫынӑнне хапсӑнса айӑпланмалла ан пултӑрччӗ ҫеҫ. 16 Христианин пулнӑшӑн тӳсетӗр пулсан, ан вӑтанӑр. Вӑтанас вырӑнне, ҫапла шӑпа пӳрнишӗн Турра мухтӑр. 17 Суд часах пуҫланмалла. Пирӗн, Турӑ халӑхӗн, суд умне чи малтан тӑмалла. Суд тума пирӗнтен пуҫлаҫҫӗ пулсан, Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӑхӑнманнисемпе мӗн пулӗ? 18 Тӳрӗ пурӑнакан ҫын аран-аран ҫӑлӑнса юлаять пулсан, Турра хисеплеменнине, ҫылӑхлине мӗн кӗтет? 19 Эппин, Турӑ ирӗкӗпе асап тӳсекенсем чунӗсене Хӑй сӑмахне тытакан Пултаракана шанса паччӑр, малашне те ырӑ тусах пурӑнччӑр.
5Турӑ кӗтӗвӗшӗн тӑрӑшасси
1 Эпӗ хам та чиркӳ пуҫлӑхӗ, Христос асапӗсене куҫӑн кураканӗ. Вӑл тепре килсессӗн Унӑн мухтавне тивӗҫес ҫын пулнӑ май, сирӗн чиркӳ пуҫлӑхӗсене йӑлӑнсах калатӑп: 2 хӑвӑра шанса панӑ Туррӑн кӗтӗвне пӑхӑр, сыхлама хушнӑран мар, чун хушнипе тата Турра юрӑхлӑ сыхлӑр. Пуяс тесе мар, ӗҫе тӗплӗн тӑвас тесе тӑрӑшӑр. 3 Хӑвӑра пӑхма шанса панисем вӗсем сирӗн мар – Туррӑн. Ҫавӑнпа вӗсемпе ан хуҫаланӑр, вӗсемшӗн тӗслӗх пулӑр. 4 Вара, Ҫӳлти Кӗтӳҫӗ килсессӗн, эсир мухтавӑн шанми пуҫ кӑшӑлне илме тивӗҫ пулӑр. 5 Эсир те, кӗҫӗннисем, аслисене итлӗр. Вара пурте, пӗр-пӗрне итлесе, пӗр-пӗринпе сӑпайлӑ та йӑваш пулӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ мӑн кӑмӑллисене хирӗҫлет, йӑвашшисене Хӑйӗн тивлетне парать.
6 Ӗнтӗ Туррӑн вӑй-хӑватлӑ алли умӗнче пуҫӑрсене тайӑр, вӑхӑчӗ ҫитсессӗн Вӑл сире ҫӳле ҫӗклӗ. 7 Вӑл сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа та хӑвӑр хуйха Ӑна шанса парӑр. 8 Ӑслӑ-тӑнлӑ та сыхӑ пулӑр: сирӗн тӑшман, шуйттан, арӑслан пек хӑрлатса, кама хыпса ҫӑтмаллине шыраса ҫӳрет. 9 Ҫирӗп ӗненӳпе ӑна хирӗҫ тӑрӑр. Ӗненекен тӑванӑрсем те пӗтӗм тӗнчипе ҫавнашкал асапах курнине асрах тытӑр. 10 Асап курасси сирӗн нумаях юлмарӗ: тӗрлӗ ырӑлӑхӑн Турри пире Христос Иисус урлӑ Хӑйӗн ӗмӗрлӗх мухтавне пама чӗнсе илнӗ. Ҫав вӑхӑтлӑх асапсене тӳссе ирттерсессӗн Вӑл сире ура ҫине тӑратӗ, ҫирӗплетӗ, хӑватлатӗ, тӗреклетӗ. 11 Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ, хӑватлӑ. Аминь.
Ҫыру вӗҫӗнчи саламсем
12 Ҫак кӗске ҫырӑва Силуан пулӑшнипе ҫыртӑм. Ман шухӑшпа, вӑл сирӗн шанчӑклӑ тӑванӑр. Ҫырасса эпӗ сире хавхалантарас тата шантарас тесе ҫыртӑм. Мӗн калани йӑлтах – Туррӑн чӑн-чӑн ырӑлӑхӗ ҫинчен ҫирӗплетсе калани, ҫавна эсир тытса пырӑр. 13 Сире Вавилонри хӑвӑр пекех суйласа илнӗ ӗненекенсем тата ӗненӳри ывӑлӑм Марк салам яраҫҫӗ. 14 Пӗр-пӗрне тӑванла юратса чуптӑвӑр. Сире, Христос Иисуспа пӗрлӗхлисене, пурне те канӑҫлӑх пултӑр. Аминь.