СӐВАПЛӐ ИОАНН ТУРСӐМАХҪӐ АПОСТОЛ МӖН ПУР ӖНЕНЕКЕНСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ПӖРРЕМӖШ ҪЫРУ
1Чӗрӗлӗх паракан Сӑмах
1 Эпир сирӗн патӑра чӑн малтан пуҫласах пулни ҫинчен, хамӑр илтни ҫинчен, куҫӑмӑрсемпе курни ҫинчен, аллӑмӑрсемпе тытса пӑхни ҫинчен – чӗрӗлӗх паракан Сӑмах Турӑ ҫинчен – ҫырса пӗлтеретпӗр. 2 Мӗншӗн тесен чӗрӗлӗх паракан килчӗ, эпир ӑна куртӑмӑр, курни-илтнине ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр. Эпир сире Атте Турӑри ҫав ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх хамӑр патӑра килни ҫинчен хыпарлатпӑр. 3 Сирӗн пирӗнпе хутшӑнса пурӑнмашкӑн май пултӑрччӗ тесе сире хамӑр курни-илтни ҫинчен хыпарлатпӑр. Эпир вара Атте Турӑпа тата Унӑн Ывӑлӗ Иисус Христоспа хутшӑнатпӑр. 4 Ҫак сӑмахсене сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пултӑрччӗ тесе ҫырса яратпӑр.
Турӑ вӑл – ҫутӑлӑх
5 Акӑ, эпир Унран Хӑйӗнчен илтнине сире хыпарлатпӑр: «Турӑ вӑл – ҫутӑлӑх, Унра нимӗнле тӗттӗмлӗх те ҫук». 6 Енчен те эпир хамӑра Унпа хутшӑнура тӑратпӑр тетпӗр пулсан, хамӑр вара тӗттӗмрех ҫӳретпӗр пулсан, эппин эпир суятпӑр, чӑнлӑхпа пурӑнмастпӑр. 7 Енчен те эпир, Вӑл ҫутӑра ҫӳренӗ евӗрлех, ҫутӑра ҫӳретпӗр пулсан – эппин пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнатпӑр. Эппин Унӑн Ывӑлӗн Иисус Христосӑн Юнӗ пире тӗрлӗ ҫылӑхран тасатать. 8 Енчен те хамӑра ҫылӑхсӑр тетпӗр пулсан – эппин хамӑра хамӑр улталатпӑр, пирӗнте Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ ҫук пулать. 9 Хамӑр ҫылӑхсене йышӑнатпӑр пулсан – эппин шанчӑклӑ та тӳрӗлӗхлӗ Турӑ пирӗн ҫылӑхсене каҫарса, пире тӗрлӗ тӗрӗсмарлӑхран тасатать. 10 Енчен те эпир хамӑра ҫылӑха кӗмен тетпӗр пулсан – эппин Турра суеҫӗ вырӑнне хуратпӑр, Унӑн сӑмахӗ пирӗн чӗрене витермен пулать.
2Христос – пирӗн Хута кӗрекен
1 Эй, ачамсем! Эпӗ ҫакна эсир ҫылӑха кӗресрен ҫыратӑп. Кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн вара Атте Турӑ умӗнче пирӗн Хута кӗрекен пур. Вӑл – тӳрӗлӗхлӗ Иисус Христос. 2 Вӑл – пирӗн ҫылӑхсемшӗн Турра кӳнӗ парнелӗх. Вӑл Хӑйӗн пурӑнӑҫне пирӗн ҫылӑхсемшӗн кӑна мар, пӗтӗм тӗнче ҫылӑхӗсемшӗн панӑ. 3 Эпир Ӑна пӗлсе ҫитни Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пынинчен курӑнать. 4 «Эпӗ Ӑна пӗлетӗп», – теекен, анчах хӑй Унӑн пил-хушӑвӗсене пӑхӑнса пурӑнман ҫын – суеҫӗ, унра Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ ҫук. 5 Кам Унӑн сӑмахне пӑхӑнса пурӑнать, ҫав ҫынра Турӑ юратулӑхӗ чӑннипех те пулса ҫитнӗ. Хамӑр Унпа килӗшӳллӗ пулнине ҫавӑнтан пӗлетпӗр те. 6 Хӑйне Турӑпа пӗрлӗхлӗ теекенӗн Иисус пурӑннӑ пек пурӑнмалла.
Ҫӗнӗ пил-хушу
7 Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Сирӗн патӑра ҫӗнӗ пил-хушу ҫырса ямастӑп. Вӑл авалхи пил-хушӑвах, ӑна сире ӗненме пуҫласассӑнах панӑ. Ҫав авалхи пил-хушу сӑмахне эпир ӗненме пуҫласассӑнах илтнӗ. 8 Апла пулин те, эпӗ ҫырни – ҫӗнӗ пил-хушу. Ҫав сӑмахсен чӑнлӑхӗ Христосра тата сирӗнте палӑрчӗ, мӗншӗн тесен тӗттӗмлӗх иртсе пырать, чӑн ҫутӑ ҫутата пуҫларӗ. 9 Кам хӑйне ҫутӑлӑхра ҫӳретӗп тет, анчах ӗненекен тӑванне юратмасть, ҫав тӗттӗмлӗхрен тухман-ха. 10 Ӗненекен тӑванне юратакан ҫутӑлӑхра ҫӳрет, унра ҫылӑха кӗресси ҫук. 11 Ӗненекен тӑванне курайман ҫын вара тӗттӗмлӗх ӑшӗнче, тӗттӗмре ҫӳрет. Куҫӗ тӗттӗмпе суккӑрланнӑран вӑл хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест. 12 Эй, ачасем! Сирӗн ҫылӑхӑрсем Христос ячӗпе каҫарӑннӑран сирӗн патӑра ҫыратӑп. 13 Эй, ашшӗсем! Эсир чӑн малтан Пуррине пӗлнӗрен сирӗн патӑра ҫыратӑп. Эй, ҫамрӑксем! Эсир шуйттана ҫӗнтернӗрен сирӗн патӑра ҫыратӑп. Эй, ар ҫулне ҫитменнисем! Эсир Атте Турра пӗлнӗрен сирӗн патӑра ҫыртӑм. 14 Эй, ашшӗсем! Эсир Пуҫламӑшсӑррине пӗлнӗрен сирӗн патӑра ҫыртӑм. Эй, ҫамрӑксем! Эсир ӗненӳре ҫирӗп пулнӑран, сирӗнте Турӑ сӑмахӗ пулнӑран, эсир шуйттана ҫӗнтерме пултарнӑран сирӗн патӑра ҫыртӑм.
15 Тӗнчене те, тӗнчере мӗн пуррине те ан юратӑр. Тӗнчене юратакан Атте Турра юратмасть. 16 Мӗншӗн тесен тӗнчере мӗн пурри йӑлтах: ӳт-пӳ хистени те, куҫ илӗртни те, пурӑнан пурӑнӑҫри мӑнкӑмӑллӑх та – Атте Турӑран мар, ку тӗнчерен. 17 Тӗнче те пӗтет, тӗнче илӗртӗвӗсем те пӗтеҫҫӗ, Турӑ ирӗкне пурнӑҫлакан вара ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнать.
Антихрист ҫинчен
18 Эй, ачамсем! Юлашки вӑхӑт ҫывхарать. Антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ. Юлашки вӑхӑт ҫывхарнине эпир халӗ антихристсем нумайланса кайнинчен пӗлетпӗр. 19 Вӗсем хамӑр хушшӑмӑртанах тухрӗҫ, анчах вӗсем нихӑҫан та пирӗннисем пулман: вӗсем пирӗннисем пулсассӑн, пирӗнпех юлӗччӗҫ. Анчах вӗсем пирӗн йышран тухрӗҫ, ҫапла майпа вӗсем пуртех те пирӗннисем марри палӑрчӗ. 20 Тепӗр тесен, Хӑйӗн Сывлӑшне Паракан сире суйласа илнӗ, чӑнлӑха эсир хӑвӑрах пӗлетӗр. 21 Эпӗ сирӗн патӑра эсир чӑнлӑха пӗлменрен ҫырмастӑп. Эсир чӑнлӑха та, чӑнлӑх суя ҫуратманнине те пӗлетӗр. 22 Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине йышӑнман ҫын та суеҫӗ пулмасан, тата кам суеҫӗ пулӗ? Ҫавнашкал ҫын – антихрист. Вӑл Атте Турра та, Ывӑлне те йышӑнмасть. 23 Ывӑлне йышӑнман ҫыннӑн Ашшӗ те ҫук. Ывӑлне ӗненекенӗн вара Ашшӗ пур. 24 Ҫапла вара, эсир ӗненме пуҫласанах мӗн илтнӗ, ҫавӑ сирӗнтех юлтӑр. Илтни сирӗнте юлсассӑн вара эсир Ывӑлӗпе те, Ашшӗпе те хутшӑнса пурӑнӑр. 25 Вӑл пире ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ пама шантарнӑ.
26 Сире илӗртсе улталас текенсем пур пирки эпӗ ҫакна ҫыртӑм та. 27 Тепӗр тесен, сире Вӑл Хӑй ҫу сӗрсе суйласа илнӗ. Ҫавӑ сирӗнтех юлӗ. Сире кам та пулин вӗрентни кирлӗ мар. Ҫу сӗрсе суйласа илни вара суя мар, чӑн. Ҫав чӑнни хӑех сире пурин ҫинчен те вӗрентет. Эппин вӑл сире мӗне вӗрентнине тытса пурӑнӑр.
Турӑ ачисем
28 Ҫапла вара, ачамсем, Турӑ Суйласа илни килсессӗн, Ун умӗнче ҫирӗп кӑмӑллӑн та намӑсланмасӑр тӑрас тесен, Унӑн вӗрентӗвӗпе пурӑнӑр. 29 Вӑл тӳрӗ пулнине эсир пӗлетӗр пулсан ҫакна та пӗлсе тӑрӑр: кашни тӗрӗс тӑваканах Унран ҫуралнӑ; Турӑ ачи пулать.
31 Курӑр-ха, Атте Турӑ пире епле юратать. Вӑл пире Турӑ ачисем пулма, ҫав ята тивӗҫлӗ пулма ирӗк панӑ. Анчах та тӗнче, Турра пӗлмен пирки, пире те йышӑнмасть. 2 Эй, савнӑ тӑвансем! Эпир ӗнтӗ Турӑ ачисем, анчах та хамӑр малашлӑха пӗлместпӗр-ха. Пӗр ҫакна кӑна пӗлетпӗр: ҫав вӑхӑт ҫитсен эпир Ун евӗрлӗ пулӑпӑр, мӗншӗн тесен Вӑл мӗнлине курӑпӑр. 3 Ӑна шанса пурӑнакан кашни ҫынах, Христос пек таса пуласчӗ тесе, хӑйне тасатать.
4 Ҫылӑха кӗрекен кашни ҫынах Турӑ йӗркине пӑсать, мӗншӗн тесен ҫылӑх вӑл – Турӑ йӗркине пӑсни. 5 Христос пирӗн ҫылӑхсене Хӑй ҫине илмешкӗн килнине, Унра ҫылӑх ҫуккине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ. 6 Ӑна ӗненсе пурӑнакан ҫылӑха кӗмест. Ҫылӑха кӗрекен вара Ӑна пӗлмест. 7 Эй, ачамсем! Сире никам та илӗртсе ан улталатӑр. Кам тӳрӗлӗхлӗ ӗҫ тӑвать, ҫав Унашкалах тӳрӗлӗхлӗ. 8 Кам ҫылӑха кӗрет, ҫав вара шуйттанӑн, мӗншӗн тесен малтан шуйттан ҫылӑха кӗнӗ. Шуйттан ӗҫӗсене путлантарма килнӗ те ӗнтӗ Турӑ Ывӑлӗ. 9 Турӑ ачи пулма тивӗҫни ҫылӑха кӗмест, мӗншӗн тесен унӑн чун-чӗринче Турӑ акса хӑварни пур. Турӑ ачи пулнӑран вӑл ҫылӑха кӗме те пултараймасть. 10 Турӑ ачисемпе шуйттан ачисене ҫакӑнтан пӗлмелле: ырӑ ӗҫ туман, ҫавнашкалах тӑванне юратман ҫын Турӑ ачи мар.
Пӗр-пӗрне юратӑр
11 Пирӗн пӗр-пӗрне юратмалла тенине эсир ӗненме пуҫласанах илтнӗ. 12 Пирӗн Каин пек пулас марччӗ. Вӑл, шуйттанӑн пулнӑран, хӑйӗн пӗртӑванне вӗлернӗ. Мӗншӗн вӗлернӗ-ха вӑл ӑна? Мӗншӗн тесен хӑйӗн ӗҫӗсем усал пулнӑ, пӗртӑванӗн ӗҫӗсем вара тӳрӗ пулнӑ. 13 Эй, тӑванӑмсем! Тӗнче хӑвӑра кураймасан ан тӗлӗнӗр. 14 Ӗненекен тӑвансене юратнӑран эпир вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫнине пӗлетӗр. Тӑванне юратман ҫыннӑн чунӗ вилӗм тыткӑнӗнче. 15 Тӑванне кураймасӑр пурӑнакан вӑл – ҫын вӗлерекен. Кирек епле ҫын вӗлерекен те хӑй ӑшӗнчи ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа пӗтерет. 16 Юратулӑх мӗнне эпир пӗлетпӗр: Христос пирӗншӗн чунне панӑ, пирӗн те тӑвансемшӗн чуна пама хатӗр пулмалла. 17 Ҫак тӗнчере ҫителӗклӗ пурӑнакан ҫын тертленекен тӑванне хӗрхенмест пулсан, унра епле Турӑ юратулӑхӗ пулайтӑр? 18 Эй, ачамсем! Сӑмахпа е чӗлхепе юратар мар, ӗҫпе тата чӑнлӑхпа юратар.
19 Турӑ умӗнче чӗремӗрсене лӑплантарса, хамӑр чӑнлӑх енче пулнине акӑ мӗнрен пӗлӗпӗр. 20 Енчен те хамӑр чун-чӗре хамӑрах айӑплать пулсан, Турӑ мӗн чухлӗ ытларах айӑплӗ! Мӗншӗн тесен Турӑ пирӗн чӗререн аслӑрах, Вӑл йӑлтах пӗлет. 21 Эй, савнӑ тӑвансем! Енчен те хамӑр чун-чӗре хамӑра айӑпламасть пулсан, эпир Турӑ умне хӑюллӑнах тӑма пултаратпӑр. 22 Мӗн ыйтнине Турӑ пире пӗтӗмпех парӗ, мӗншӗн тесен эпир Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыратпӑр, Ӑна юрӑхлӑ ӗҫсем тӑватпӑр. 23 Унӑн пил-хушӑвӗ вара ҫапла: пирӗн, Хӑй хушнӑ пек, Унӑн Ывӑлне Иисус Христоса ӗненмелле, пӗр-пӗрне юратмалла. 24 Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыракан ҫын Турӑра пулать, Турӑ та ҫав ҫынра пулать. Турӑ хамӑрта пулнине вара эпир Вӑл пире панӑ Сывлӑш тӑрӑх пӗлетпӗр.
4Турӑ Сывлӑшӗ тата антихрист сывлӑшӗ
1 Эй, савнӑ тӑвансем! Турӑ Сывлӑшӗллӗ текен кирек епле ҫынна та ан ӗненӗр. Малтан тӗрӗслесе пӑхӑр: ҫав сывлӑш Турӑран-и? Мӗншӗн тесен тӗнчере суя пророк нумайланса кайрӗ. 2 Турӑ Сывлӑшне тата аташтаракан сывлӑша ҫапла майпа уйӑрса илӗр: Иисус – ӳтленсе килнӗ Турӑ Ывӑлӗ пулнине йышӑнакан кирек епле Сывлӑш та – Турӑран. 3 Иисус – ҫӗр ҫине ӳтленсе килнӗ Турӑ Ывӑлӗ пулнине йышӑнман кирек епле сывлӑш та – Турӑран мар, вӑл антихрист сывлӑшӗ. Антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ, антихрист тӗнчене килнӗ те ӗнтӗ. 4 Эй, ачамсем! Эсир – Туррӑн, эсир суя пророксене ҫӗнтертӗр, мӗншӗн тесен сирӗнти Турӑ Сывлӑшӗ тӗнчери ытти сывлӑшсенчен хӑватлӑрах. 5 Суя пророксем – тӗнченӗн, вӗсем тӗнче ӑнланмалла калаҫаҫҫӗ те – тӗнче вӗсене итлет. 6 Эпир – Туррӑн. Турра пӗлекен пире итлет. Кам Туррӑн мар, ҫав пире итлемест. Чӑнлӑх Сывлӑшне аташтаракан сывлӑшран ҫапла майпа уйӑрса илетпӗр те.
Турӑ вӑл – юратулӑх
7 Эй, савнӑ тӑвансем! Пӗр-пӗрне юратар, мӗншӗн тесен юратулӑх Турӑран килет. Юратакан ҫын – Турӑ ачи, вӑл Турра пӗлет. 8 Юратман ҫын Турра пӗлмест, мӗншӗн тесен Турӑ вӑл юратулӑх. 9 Турӑ пире юратни ҫакӑнтан палӑрать: Ывӑлӗ урлӑ пирӗн чӗрӗлӗх илмелле пултӑр тесе Турӑ тӗнчене Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне янӑ. 10 Чӑн юратулӑх – эпир Турра юратни мар, Турӑ пире юратни. Пире юратнӑран ӗнтӗ Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине ярса пирӗн ҫылӑхсемшӗн парнелӗхе кӳнӗ. 11 Эй, савнӑ тӑвансем! Турӑ пире ҫав териех юратать пулсан, пирӗн те пӗр-пӗрне юратмалла. 12 Турра никам та нихӑҫан та курман. Анчах та эпир пӗр-пӗрне юратсан Турӑ пирӗн чунра пулать, Турӑ юратулӑхӗ пирӗн ӑшра тулли пулать.
13 Хамӑр Унра пулнине, Вӑл та пирӗнте пулнине Турӑ пире Хӑйӗн Сывлӑшӗн ырӑлӑхӗсене панинчен пӗлетпӗр. 14 Атте Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне тӗнчене Ҫӑлакан пулмашкӑн янӑ, ҫавна эпир куҫӑн курнӑран ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр. 15 Иисуса Турӑ Ывӑлӗ тесе йышӑнакан ҫынра Турӑ пулать, ҫынни те Турӑра пулать. 16 Турӑ пире епле юратнине эпир пӗлтӗмӗр, ҫав юратулӑха ӗнентӗмӗр. Турӑ вӑл юратулӑх, ҫавӑнпа та юратуллӑ пурӑнакан ҫын Турӑра пулать, Турӑ та ҫав ҫынра пулать. 17 Ӗнтӗ пирӗн ӑшӑмӑрсенчи юратулӑх чи паха шая ҫитрӗ. Ҫавӑнпа та, эпир тӗнчере Вӑл пурӑннӑ пек пурӑннӑран, суд кунӗнче ҫирӗп кӑмӑллӑ пулӑпӑр. 18 Юратулӑхра хӑрани ҫук, тулли юратулӑх хӑранине пӗтерет, мӗншӗн тесен хӑрани вӑл – ҫитес айӑплав ҫинчен шухӑшлани. Хӑракан туллин юратма пултараймасть. 19 Турӑ пире маларахран юратнӑ, ҫавӑнпа та Ӑна юратар. 20 Эпӗ Турра юрататӑп текен, ӗненекен тӑванне курайман ҫын – суеҫӗ. Куҫкӗретӗн курӑнакан тӑванне юратман ҫын курӑнман Турра епле юратайтӑр? 21 Турӑ пире ҫакӑн пек пил-хушу панӑ: Турра юратакан хӑй тӑванне те юраттӑр.
5Ӗненни – тӗнчене ҫӗнтерни
1 Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине ӗненекен кашни ҫынах Турӑ ачи пулать. Ҫапла вара, Ҫӳлти Ашшӗне юратакан Унран Ҫуралнине те юратать. 2 Эпир Турӑ ачисене юратни ҫакӑнтан палӑрать: эпир Турра юрататпӑр, Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыратпӑр. 3 Турӑ пил-хушӑвӗсене тытса пыни Ӑна юратни пулать те. Унӑн пил-хушӑвӗсем вара йывӑрах та мар. 4 Турӑран ҫуралнӑ кашни ҫын тӗнчене ҫӗнтерет. Тӗнчене ҫӗнтернӗ ҫав ҫӗнтерӳ хӑвачӗ – пирӗн ӗненӳ. 5 Иисус вӑл Турӑ Ывӑлӗ тенине ӗненекен тӗнчене ҫӗнтермесен, урӑх кам ҫӗнтерейӗ?
Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерни
6 Иисус Христос Вӑл пирӗн пата шывпа юн урлӑ, Сывлӑш пӗлтерсе ҫирӗплетнипе килнӗ. Вӑл шывпа тӗне кӗрсе кӑна мар, хӗрес ҫинче юн юхтарса килнӗ. Ҫавӑн ҫинчен Сывлӑш ҫирӗплетсе пӗлтерет, мӗншӗн тесен Сывлӑш вӑл чӑнлӑх. 7 Ҫавӑн ҫинчен тӳпере виҫҫӗн ҫирӗплетсе калаҫҫӗ: Атте Турӑ, Сӑмах Турӑ тата Святой Сывлӑш. Ҫаксем виҫҫӗшӗ те – пӗр. 8 Ҫавӑн ҫинчен ҫӗр ҫинче те виҫҫӗн ҫирӗплетсе калаҫҫӗ : Святой Сывлӑш парнисем, шыв тата юн. Ҫаксем виҫҫӗшӗ те пӗрешкелех каласа пӗлтереҫҫӗ. 9 Енчен те эпир ҫынсем ҫирӗплетсе каланине йышӑнатпӑр пулсан, паллах, Турӑ ҫирӗплетсе калани чылай хӑватлӑрах. Мӗншӗн тесен ӑна Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен каланӑ. 10 Турӑ Ывӑлне ӗненекенӗн вара ҫав ҫирӗплетсе калани ӑшра упранать. Турӑ ҫирӗплетсе пӗлтернине ӗненмен ҫын Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен каласа пӗлтернине ӗненмест. Ҫапла майпа вӑл Турра суеҫӗ вырӑнне хурать. 11 Ҫирӗплетсе калани вара ҫакӑ: Турӑ пире ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх панӑ, ҫав чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗ – Ывӑлӗнче. 12 Христоса Турӑ Ывӑлӗ тесе йышӑнаканӑн ҫав чӗрӗлӗх пур, Турӑ Ывӑлӗ тесе йышӑнман ҫыннӑн вара – ҫук.
Пире ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх панӑ
13 Эпӗ сирӗн патӑра, Турӑ Ывӑлне ӗненекенсем патне, ҫакна ҫырса яратӑп: Турӑ Ывӑлне ӗненсен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пуласса пӗлсе тӑрӑр. 14 Ҫавӑнпа та эпир Турӑ умӗнче хамӑра ҫирӗп кӑмӑллӑ тыткалатпӑр: эпир Унран, Хӑй вӗрентнӗ пек, кирек мӗн ыйтсассӑн та, Вӑл пире итлет. 15 Кирек мӗн ыйтсассӑн та, Вӑл пире итлессе пӗлетпӗр пулсан, хамӑр Унран мӗн ыйтнине йӑлтах илессе те пӗлетпӗр.
16 Кам ӗненекен тӑванӗ вилӗм кӳмен ҫылӑха кӗнине курать, ҫав тӑванӗшӗн кӗлтутӑр. Турӑ вара ӑна чӗрӗлӗх парӗ. Ҫакна эпӗ вилӗм кӳмен ҫылӑха кӗнисем пирки калатӑп. Анчах та вилӗм кӳрекен ҫылӑха кӗрекенсем те пур. Сирӗн вӗсемшӗн те кӗлтумалла теместӗп эпӗ. 17 Кирек епле усал ӗҫ те ҫылӑх, анчах та вилӗм кӳмен ҫылӑх та пур.
18 Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Турӑ ачи пулма тивӗҫнӗ ҫын ҫылӑха кӗмест. Турӑ ачи хӑйне хӑй упраса пурӑнать, шуйттан ун ҫумне ҫулӑхаймасть. 19 Эпир хамӑр Турӑ ачисем пулнине, пӗтӗм тӗнче усаллӑх ӑшӗнче пулнине пӗлетпӗр. 20 Эпир тата ҫакна та пӗлетпӗр: Турӑ Ывӑлӗ килчӗ те, чӑн Турра пӗлччӗр тесе, Унӑн чӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулччӑр тесе, пире ҫутӑ та, ӑс-хакӑл та пачӗ. Вӑл – чӑн Турӑ, Вӑл – ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх. 21 Эй, ачамсем! Кӗлеткесене пуҫҫапасран асӑрханса пурӑнӑр. Аминь.