СӐВАПЛӐ ПАВЕЛ АПОСТОЛ КОРИНФРИ ӖНЕНЕКЕНСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ПӖРРЕМӖШ ҪЫРУ

1

Саламлани тата тав туни

1 Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христос апостолӗ пулма чӗнсе илнӗ Павелран тата Сосфен тӑванӑмран – 2 Коринфри Турӑ Чиркӗвне, Христос Иисус урлӑ тасалнӑ ӗненекенсене, сӑваплӑ пулма чӗнсе илнисене, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ятне – пире те, вӗсене те Ҫӑлаканӑн ятне – пур ҫӗрте те асӑнакансене пурне те. 3 Сире Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.

4 Эпӗ сирӗншӗн, Иисус Христос урлӑ Турӑ сире ырӑлӑхне панӑшӑн Туррӑма тӑтӑшах тав тӑватӑп. 5 Унпа пӗрлӗхлӗ пулса эсир мӗн пур пултарулӑх тӗлӗшӗнчен пуйрӑр: тем тӗрлӗ сӑмах, тем тӗрлӗ пӗлӳ ытлӑн-ҫитлӗн илтӗр. 6 Ӗнтӗ эпир Христос ҫинчен пӗлтерни сирӗн ӑшӑрта ҫирӗпленчӗ. 7 Ҫапла вара, сирӗн, Иисус Христос Хуҫамӑр килессе кӗтекенсен, пултарулӑх тӗлӗшӗнчен ҫитменни нимӗн те ҫук. 8 Иисус Христос Хуҫамӑрӑн кунӗнче сирӗн Ун умне пӗр айӑпсӑр тӑмалла пултӑрччӗ тесе, Вӑл сире юлашки вӑхӑтченех ҫирӗплетсе тӑрӗ. 9 Турра шанӑр: Вӑл сире Хӑйӗн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа, пирӗн Хуҫамӑрпа, пӗрле пулмашкӑн чӗнсе илнӗ.

Ӗненекен ушкӑнри харкашусем

10 Эй, тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тархаслатӑп сире: пурте шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, харкашмасӑр-тумасӑр пурӑнӑр; пӗр кӑмӑллӑн, пӗр шухӑшлӑн ҫӳрӗр. 11 Мӗншӗн тесен, тӑванӑмсем, Хлоя кил-йышӗнчисем мана сирӗн хушшӑрта харкашусем пурри ҫинчен пӗлтерчӗҫ. 12 Эпӗ акӑ мӗн пирки каласшӑн. Сирӗнтен кашниех: «эпӗ Павел майлӑ», «эпӗ Аполлос майлӑ», «эпӗ Кифа майлӑ», «эпӗ вара Христос майлӑ» тесе ҫӳрет. 13 Христос пайланса кайнӑ пулать-и вара? Мӗн, сирӗншӗн Павела пӑталанӑ-и? Сире Павел ячӗпе тӗне кӗртнӗ-и? 14 Криспсӑр тата Гаийсӗр пуҫне эпӗ сирӗнтен нихӑшне те тӗне кӗртменнишӗн Турра тав тӑватӑп. 15 Эппин, сирӗнтен пӗри те ман ятӑмпа тӗне кӗнӗ тесе калама пултараймасть. 16 Тата эпӗ Стефан кил-йышӗнчисене шыва кӗртнӗччӗ, урӑх кама та пулин тӗне кӗртнине астумастӑп. 17 Христос мана тӗне кӗртме мар, Ырӑ Хыпар пӗлтерме янӑ. Христос хӗресӗн хӑватне ҫухатас марччӗ тесе манӑн ҫав ӗҫе хама ӑсла хумасӑр тумалла.

Христос – Туррӑн хӑвачӗпе ӑслӑлӑхӗ

18 Хӗрес ҫинчен вӗрентни вӑл пӗтмеллисемшӗн – ӑссӑрлӑх, пирӗншӗн, ҫӑлӑнмаллисемшӗн – Турӑ хӑвачӗ. 19 Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Эпӗ ӑслисен ӑслӑлӑхне аркатӑп, тӑнлисен тӑнлӑхне сирсе ярӑп». 20 Ӑҫта ӑсли? Ӑҫта саккуна вӗрентекен? Ӑҫта ҫак тӗнчери тавлашу ӑсти? Турӑ ҫак тӗнчери ӑслӑлӑхран ӑссӑрлӑх туман-и? 21 Мӗншӗн тесен Турӑ ӑслӑлӑхне пӗлмешкӗн ҫак тӗнче ӑслӑлӑхӗ ҫителӗксӗр. Ҫавӑнпа та Турӑ ӗненекенсене ӑссӑр пек туйӑнакан ӳкӗтпе ҫӑлма кӑмӑл тунӑ. 22 Иудейсем хӑват кӑтартмашкӑн ыйтаҫҫӗ, грексем ӑслӑлӑх шыраҫҫӗ. 23 Эпир вара пӑталанӑ Христос ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр. Иудейсемшӗн Вӑл такӑнса ӳкмелли чул, грексемшӗн – пуҫа вырнаҫми япала. 24 Анчах та чӗнсе илнисемшӗн – иудей-и вӑл, грек-и – Христос – Туррӑн хӑвачӗпе ӑслӑлӑхӗ. 25 Мӗншӗн тесен Туррӑн ӑссӑрлӑхӗ текенни этем ӑслӑлӑхӗнчен ҫӳллӗрех, Туррӑн вӑйсӑрлӑхӗ текенни этем вӑйӗнчен хӑватлӑрах.

26 Эй, Турӑ чӗнсе илнӗ тӑвансем! Хӑвӑр ҫине пӑхӑр-ха. Сирӗн хушшӑрта этемле виҫепе ӑслисем, вӑйлисем, чаплӑ йӑхран текеннисем нумай мар. 27 Анчах та Турӑ ӑслисене намӑса хӑвармашкӑн ҫак тӗнчере ӑссӑр текеннисене, вӑйлисене намӑса хӑвармашкӑн ҫак тӗнчере вӑйсӑр текеннисене суйласа илнӗ. 28 Чаплисене пӑрахӑҫ тумашкӑн Турӑ тӗнчере чапсӑррисене, мӗскӗннисене, ним тӗшне тӑманнисене суйласа илнӗ. 29 Ҫакна Турӑ Хӑйӗн умӗнче никам та мӑнкӑмӑлланса ан мухтантӑр тесе тунӑ. 30 Турӑ ырӑлӑхне пула эсир Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ. Турӑ Ӑна пирӗн ӑслӑлӑх та, тӳрӗлӗх те, сӑваплӑх та, тӳлевлӗх те тунӑ. 31 Эппин, Ҫырнинче каланӑ пек: «мухтанас текен Турӑпа мухтантӑр».

2

Пӑталанӑ Христос ҫинчен пӗлтересси

1 Ҫапла вара, тӑвансем, эпӗ сирӗн патӑра Турӑ пӗлтернине хыпарлама пырсассӑн хама ӑсла хурса тата япшар чӗлхеллӗн калаҫмарӑм. 2 Мӗншӗн тесен эпӗ сире пӑталанӑ Иисус Христос ҫинчен кӑна каласа парас терӗм. 3 Сирӗн патӑра пынӑ чухне эпӗ халсӑрччӗ, хӑраса чӗтреттӗм, питӗ пӑлханаттӑм. 4 Сирӗн ӗненӗвӗр этем ӑслӑлӑхӗ ҫинче мар, Турӑ вӑй-хӑвачӗ ҫинче никӗслентӗр тесе эпӗ сире этем ӑсӗн витӗмлӗ сӑмахӗсемпе мар, Святой Сывлӑш хӑвачӗпе вӗрентрӗм, ӳкӗтлерӗм.

Турӑ Хӑйӗн Сывлӑшӗ урлӑ уҫса пани

6 Ӑслӑлӑха вара эпир чун-чӗмпе аталанса ҫитнисене ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр, анчах вӑл ҫак тӗнчен, ҫак тӗнчери пӗтес пуҫлӑхсен ӑслӑлӑхӗ мар. 7 Эпир Туррӑн вӑрттӑн, халиччен пытарӑнса усраннӑ ӑслӑлӑхне ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр. Пире мухтава кӑлармашкӑн ҫав ӑслӑлӑха Турӑ тӗнче пуҫланичченех хатӗрлесе хунӑ. 8 Вӑл ӑслӑлӑха ҫак тӗнчери пуҫлӑхсенчен пӗри те пӗлеймен. Пӗлнӗ пулсассӑн вӗсем мухтав Хуҫине пӑталамӗччӗҫ. 9 Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Хӑйне юратакансем валли Турӑ мӗн хатӗрлесе хунине пӗри те куҫпа курман, хӑлхапа илтмен, ӑспа та шухӑшласа илеймен». 10 Пире вара ҫавна Турӑ Хӑйӗн Сывлӑшӗ урлӑ уҫса пачӗ, мӗншӗн тесен Сывлӑш пӗтӗмпех, ҫав шутрах Туррӑн тӗпсӗрлӗхне те, тишкерме пултарать. 11 Ҫын шухӑшне этемсенчен кам пӗлме пултарӗ? Ҫав ҫын ӑшӗнчи чун-чӗм кӑна пӗлеет. Ҫавнашкалах Турӑ шухӑшне те Турӑ Сывлӑшӗ кӑна пӗлет. 12 Анчах та эпир, Турӑ хамӑра мӗн панине пӗлес тесе, ҫак тӗнчен чунне мар, Турӑран килекен Сывлӑша илтӗмӗр. 13 Турӑ Сывлӑшӗллӗ пулас текенсене Сывлӑш ҫинчен каланӑран ҫавсем ҫинчен йӑлтах эпир этем ӑслӑлӑхӗнчен килекен сӑмахсемпе мар, Святой Сывлӑшран килекен сӑмахсемпе хыпарлатпӑр. 14 Хӑй чунне шанакан ҫын Турӑ Сывлӑшӗнчен килекен ҫав чӑнлӑха йышӑнаймасть, ӑна ӑссӑрлӑх тесе шухӑшлать. Ҫав чӑнлӑха вӑл ӑнланаймасть, мӗншӗн тесен ӑна Сывлӑш урлӑ кӑна хаклама пулать. 15 Турӑ Сывлӑшӗллӗ ҫын йӑлтах хаклама пултарать, ҫыннине хӑйне никам та хаклаймасть. 16 Хуҫа Турра канаш памашкӑн Унӑн ӑс-хакӑлне пӗлекенӗ пур-и? Пирӗнте вара – Христос ӑсӗ.

3

Турӑшӑн пӗрле ӗҫлекенсем

1 Эй, тӑвансем! Ӗнтӗ эпӗ сирӗнпе Сывлӑшшӑн пурӑнакансемпе калаҫнӑ пек мар, ӳтшӗн пурӑнакансемпе калаҫнӑ пек, Христос ӗненӗвӗнчи пӗчӗк ачасемпе калаҫнӑ пек калаҫрӑм. 2 Ӳтшӗн пурӑннӑран эсир хытӑ ҫимӗҫ ҫиейместӗрччӗ, халӗ те шӑл витерейместӗр, ҫавӑнпа эпӗ сире сӗтпе тӑрантартӑм. Сирӗн хушшӑрта кӗвӗҫӳ, харкашу, хирӗҫӳ пур пулсассӑн эсир ӳтшӗн пурӑнакансемех мар-и вара? Этем йӑли-йӗркипе пурӑнакансемех мар-и вара? 4 Енчен те пӗри: «Эпӗ Павел майлӑ», тепри: «Эпӗ Аполлос майлӑ», – тет пулсан, эсир ӳтшӗн пурӑнакансем кӑна мар-и? 5 Павел камах вара? Аполлос камах вара? Сире Турӑ патне илсе пынӑ тарҫӑсем кӑна. Ҫак ӗҫе кашниех Хуҫа Турӑ хӑйне панӑ пултарулӑхне кура тӑвать. 6 Эпӗ акрӑм, Аполлос шӑварчӗ, анчах та ӳстерекенӗ – Турӑ. 7 Ҫавӑнпа акакан та, шӑваракан та нимех те мар, пурте ӳстерекен Турӑран килет. 8 Акакан та, шӑваракан та пӗр ӗҫех тӑваҫҫӗ, анчах та вӗсенчен кашниех ӗҫне кура сӑвап илӗ. 9 Мӗншӗн тесен эпир – Турӑшӑн пӗрле ӗҫлекенсем, эсир – Туррӑн уй-хирӗ, Туррӑн ҫурчӗ.

10 Хама панӑ Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ, ҫурт тӑвакан ӑста пек, никӗс хыврӑм, тепри ҫав никӗс ҫинче ҫурт хӑпартать. Эпӗ хам епле ӗҫлетӗп-ши тесе, харпӑр хӑй асӑрхантӑр. 11 Мӗншӗн тесен хывнӑ никӗс вӑл – Иисус Христос. Унран урӑххине никам та хываймӗ. 12 Ҫав никӗс ҫине кам мӗнрен ҫурт хӑпартни: ылтӑнран-и, кӗмӗлтен-и, хаклӑ йышши чулсенчен-и, йывӑҫран-и, хыт-хураран-и, улӑмран-и, – 13 кашнин ӗҫӗ юлашки кун палӑрӗ. Ҫав кун вутланса килӗ, вара кашнин ӗҫӗ мӗн тӗшне тӑни вутпа тӗрӗсленӗ. 14 Камӑн ӗҫӗ вут витӗр тухайӗ, ҫав сӑвапа тивӗҫ пулӗ. 15 Камӑн ӗҫӗ вутра ҫунса кайӗ, ҫав инкек тӳсӗ. Ҫынни хӑй вара аран-аран, вутран хӑтӑлнӑ пек, хӑтӑлӗ. 16 Хӑвӑр Турӑ ҫурчӗ пулнине, хӑвӑрта Турӑ Сывлӑшӗ пуррине пӗлместӗр-им эсир? 17 Турӑ ҫуртне аркатакана хӑйне Турӑ аркатать, мӗншӗн тесен Турӑ ҫурчӗ таса; ҫав ҫурт вӑл – эсир.

18 Хӑвӑра хӑвӑр ан улталӑр. Ҫак тӗнчере кам хӑйне ӑслӑ тесе шутлать, чӑннипех те ӑслӑ пулас тесессӗн ӑссӑр пултӑр. 19 Мӗншӗн тесен ҫак тӗнче ӑслӑлӑхӗ Турӑ умӗнче – ӑссӑрлӑх. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ ӑсчахсене хӑйсем карнӑ чеелӗх танатипех тытать». 20 Тепӗр тӗлте тата ҫапла каланӑ: «Ӑсчахсен шухӑшӗсем усӑсӑррине Хуҫамӑр пӗлет». 21 Ҫапла вара, этемпе никам та ан мухтантӑр, мӗншӗн тесен пурте сирӗн: 22 Павел та, Аполлос та, Кифа та, тӗнче те, пурӑнӑҫ та, вилӗм те, хальхи те, пуласси те – пурте сирӗн. 23 Эсир – Христосӑн, Христос вара – Туррӑн.

4

Апостол ӗҫӗ ҫинчен

1 Ҫапла вара, ӗненекенсен пурин те пире Христос тарҫисем, Турӑ вӑрттӑнлӑхӗн управҫисем вырӑнне хумалла. 2 Управҫӑ пулма шаннисен вара пурин те шанчӑклӑ пулмалла. 3 Эсир е ыттисем ман пирки мӗн шухӑшлани мана ытлах пӑшӑрхантармасть, эпӗ хама хам та хак памастӑп. 4 Чунӑм тасах пулин те, ҫакӑ мана тӳрре кӑларӗ тесе шухӑшламастӑп. Мана суд тӑваканӗ – Хуҫа Турӑ. 5 Ҫавӑнпа та вӑхӑчӗ ҫитиччен, Хуҫамӑр тепре киличчен никама та айӑпласа ан калаҫӑр. Вӑл килӗ те тӗттӗмре палӑрманнине ҫутта кӑларӗ, вӑрттӑн шухӑшсене те палӑрмалла тӑвӗ. Ҫавӑн чухне вара кашниех Турӑран хӑйне тивӗҫ мухтавне илӗ.

6 Эй, тӑвансем! Сире ырӑ сунса, мӗн каланине эпӗ Аполлоспа иксӗмӗр ҫинчен тӗслӗх вырӑнне каларӑм. Ҫырса янинчен ытла нимӗн те ан шухӑшласа кӑларччӑр, пӗри теприне мала ан хуччӑр терӗм. 7 Эсӗ ыттисенчен лайӑхрах тесе кам каланӑ? Турӑ панисӗр пуҫне санӑн мӗн пур? Енчен те Турӑ панӑ пулсан, мӗншӗн эсӗ илмен пек мухтанатӑн? 8 Эпир чун-чӗм апачӗ ҫисе тӑрантӑмӑр, пирӗн йӑлтах ҫителӗклӗ тетӗр эсир, хӑвӑра Ҫӳлти Патшалӑха кӗме тивӗҫлисем пек тыткалатӑр, пирӗнсӗрех чи ҫӳлти шая ҫӗкленнӗ. Ах, эсир чӑнахах унта кӗме тивӗҫ пулсанччӗ! Вара эпир те сирӗнпех пулӑттӑмӑр! 9 Ман шухӑшпа, пире Турӑ мӗскӗнрен те мӗскӗн, вилме пӳрнӗ чурасенни пек шӑпа панӑ, мӗншӗн тесен эпир тӗнче кулли пултӑмӑр, ангелсемпе ҫынсем те пирӗнтен кулаҫҫӗ. 10 Эппин эпир Христоса пула ӑссӑр, эсир вара Христоса пулах ӑслӑ. Эпир халсӑр, эсир вӑйлӑ. Эсир хисеплӗ, эпир чыссӑр. 11 Эпир паян кунчченех ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен, тумланнӑ-тумланман ҫӳретпӗр, пире хӗнеҫҫӗ, кил-ҫуртӑмӑр та ҫук. 12 Мӗн пуррине те хамӑр алӑпа ӗҫлесе илкелетпӗр. Пире ятлаҫҫӗ, эпир ырӑ сунатпӑр; пире хӗсӗрлеҫҫӗ, эпир чӑтатпӑр. 13 Пире хурлаҫҫӗ, эпир хамӑра хурлакансемшӗн кӗлтӑватпӑр. Эпир ҫак тӗнчешӗн ҫӳп-ҫап кӑна, пурте халичченех таптакан тусан кӑна.

14 Ҫакна сире намӑслантарас тесе мар, савнӑ ачамсене ӳкӗтленӗ пек ӳкӗтлесе ҫыратӑп. 15 Христос ӗненӗвӗнчи вӗрентӳҫӗсем сирӗн пинӗпех пулин те, аҫӑрсем сахал. Эпӗ вара, сире Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, Христос ӗненӗвӗнчи аҫӑр пулса тӑтӑм. 16 Ҫавӑнпа та сире тархаслатӑп: эпӗ Христос евӗрлӗ пулма тӑрӑшнӑ пекех, эсир те ман пек пулма тӑрӑшӑр. 17 Ҫав сӑлтавпах эпӗ сирӗн патӑра Тимофея ятӑм. Вӑл – ӗненӳри савнӑ ывӑлӑм, Хуҫа Турӑ умӗнче шанчӑклӑскер. Эпӗ Христос ҫулӗпе епле ҫӳретӗп, пур ҫӗрте те, пур чиркӳсенче те ҫапла вӗрентетӗп. Ун ҫинчен Тимофей сире аса илтерӗ. 18 Эпӗ сирӗн патӑра пырайман пирки сирӗнтен хӑшӗ-пӗри мӑнаҫлансах кайнӑ. 19 Анчах та, Турӑ пулӑшсассӑн, эпӗ часах сирӗн патӑра ҫитсе курӑп-ха. Ун чухне вара мӑнаҫлисен хитре сӑмахне мар, ӗненӳ хӑватне тӗплӗнрех пӗлӗп. 20 Мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ хитре сӑмахра мар, ӗненӳ хӑватӗнче. 21 Ӗнтӗ пынӑ чухне манӑн туяпа пырас-и? Е юратуллӑ йӑваш чунӑмпа? Хӑшне кӑмӑллатӑр?

5

Аскӑнлӑха питлени

1 Сирӗн хушшӑрта аскӑнланасси пур текен сӑмах тухрӗ. Унашкал аскӑнлӑха чӑн Турра пӗлмен халӑхсем хушшинче те кураймӑн: сирӗнтен пӗри амаҫурипе пурӑнать тет. 2 Сирӗн ҫавнашкал хӑтланакана хӑвӑр ушкӑнтан хӑваласа ямалла. Эсир вара, кулянас вырӑнне, мӑнаҫланса ҫӳретӗр. 3 Кӗлеткемпе сирӗнпе мар пулин те, чун-чӗмпе эпӗ сирӗнпе. Ҫавнашкал хӑтланакана, хам сирӗн хушшӑрта пулнӑ пекех, ҫапла айӑп хума шут тытрӑм. 4 Эсир Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе пуху пуҫтарӑр, чун-чӗмпе унта эпӗ те пулӑп. Иисус Христос Хуҫамӑрӑн кунӗ ҫитсессӗн ҫав ҫыннӑн чунӗ ҫӑлӑнтӑр тесен, эсир Иисус Христос Хуҫамӑрӑн хӑвачӗпе ҫав ҫынна, ӳт-пӗвне вилесле асаплантарма, шуйттан аллине парӑр. 6 Мухтанмалли сирӗн нимех те ҫук. Сахал кӑвас тӗпӗ пӗтӗм чустана йӳҫӗтсе янине пӗлместӗр-им эсир? 7 Эппин, ҫӗнӗ чуста пулас тесен, кивӗ кӑвас тӗпне хырса тӑкӑр. Эсир ҫӗнӗ, йӳҫӗтмен чуста, мӗншӗн тесен пирӗн пасха Путеккине, Христоса, пирӗншӗн парнелӗхе кӳнӗ. 8 Ҫавӑнпа та пасхӑна кивӗ кӑвас тӗпӗпе – ҫылӑхпа тата усаллӑхпа – йӳҫӗтсе пӗҫернӗ ҫӑкӑрпа мар, тасалӑхпа чӑнлӑхӑн тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрӗпе уявлар!

9 Аскӑн ҫынсемпе хутшӑнса ан пурӑнӑр тесе эпӗ сирӗн патӑра ҫырнӑччӗ ӗнтӗ. 10 Паллах, ҫак тӗнчери мӗн пур аскӑн, ҫӑткӑн, хапсӑнчӑк, кӗлеткене пуҫҫапакан ҫынсемпе ан хутшӑнӑр теместӗп эпӗ. Унашкаллисемпе хутшӑнас мар тесен сирӗн ку тӗнчерен пуҫӗпех каймалла пулса тухать. 11 Эпӗ сирӗн патӑра хӑйсене ӗненекен тӑванӑрсем пек кӑтартакан, анчах та аскӑн, ҫӑткӑн, кӗлеткесене пуҫҫапакан, сӑмахпа хӑртакан, ӗҫкӗҫ, хапсӑнчӑк ҫынсемпе хутшӑнса ан пурӑнӑр, пӗрле ӗҫсе ан ҫийӗр тесе ҫырнӑччӗ. 12 Ӗненекен ушкӑнра маррисене айӑпласси ман ӗҫ-им? Хӑвӑр ушкӑнрисене вара хӑвӑрӑнах айӑпламалла мар-и? 13 Ушкӑн тулашӗнчисене Турӑ айӑплӗ. Пӑсӑк ҫынна вара хӑвӑр хушшӑртан хӑваласа ярӑр.

6

Турра хисеплеменнисем умӗнче судлашни

1 Епле-ха тата, пӗр-пӗринпе хирӗҫмелли сӑлтав тупӑнсан, сирӗнтен хӑшӗ-пӗри ӗненекен ушкӑнра мар, Турра хисеплеменнисем умӗнче судлашать? 2 Ӗненекенсем ҫак тӗнчене суд тӑвассине пӗлместӗр-им? Тӗнчене суд тӑваканӗсем эсир пулатӑр пулсассӑн, чылай пӗчӗкрех ӗҫсене хӑвӑрах суд тума тивӗҫ мар-и? 3 Эпир ангелсене те суд тӑвасса пӗлместӗр-им? Пурӑнан пурӑнӑҫри ӗҫсене те хамӑр тӗллӗн татса параймастпӑр-и? 4 Эсир вара, пурӑнан пурӑнӑҫра хирӗҫмелли тупӑнсассӑн, ӗненекен ушкӑнра тӑман судьясем патне каятӑр. 5 Сире намӑс пултӑр тесе калатӑп: тӑвансем хушшинчи ӗҫсене татса пама пултаракан ӑслӑ-тӑнлӑ пӗр ҫын та ҫук-и сирӗн? 6 Эсир тӑванпа тӑван судлашатӑр, ҫитменнине тата Турра хисеплеменнисем умӗнче. 7 Пӗр-пӗринпе судлашас патнех ҫитни те сирӗншӗн мӑшкӑл-ҫке. Кӳрентернине чӑтсассӑн аванрах марччӗ-и? Ҫухату тӳсни аванрах марччӗ-и? 8 Апла пулинччӗ! Эсир хӑвӑр кӳрентеретӗр, ҫарататӑр. Кама-ха? Тӑванӑрсене. 9 Тӳрӗ мар ҫынсем Турӑ Патшалӑхне кӗреймессе пӗлместӗр-им? Ан улталанӑр: аскӑнсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансем те, пӗр-пӗрне улталакан мӑшӑрсем те, арҫынпа асакан арҫынсем те, 10 вӑрӑсем те, ҫӑткӑнсем те, ӗҫкӗҫсем те, сӑмахпа хӑртакансем те, хапсӑнчӑксем те Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ. 11 Ҫавнашкаллисем сирӗн хушшӑрта та пулнӑ. Анчах та эсир шыва кӗнӗ, сӑвапланса тасалнӑ, Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тата Туррӑмӑр Сывлӑшӗпе тӳрре тухнӑ.

Ӳт-пӳпе те Турра мухтава кӑларӑр

12 Мана тем тума та юрать, анчах пурте усса каймасть. Ҫапла, мана тем тума та юрать, анчах манпа нимӗн те ан хуҫалантӑр. 13 Хырӑмшӑн апат пултӑр, апатшӑн хырӑм пултӑр. Анчах та Хуҫамӑр ӑна та, кӑна та пӗтерӗ. Ӳт-пӳ те аскӑнлӑх валли мар, Хуҫамӑр валли; Хуҫамӑр вара – этем валли. 14 Турӑ пирӗн Хуҫамӑра вилӗмрен чӗртнӗ, Хӑйӗн хӑвачӗпе пире те чӗртӗ. 15 Сирӗн ӳт-пӗвӗрсем Христос ӳчӗн пайӗсем пулнине пӗлместӗр-им? Мӗн, Христос ӳчӗн пайӗсене илсе аскӑн хӗрарӑм ӳт-пӗвӗн пайӗсем тумалла-им? Апла мар, паллах! 16 Аскӑн хӗрарӑмпа ҫыхланакан унпа пӗр ӳт-пӳ пулнине эсир пӗлместӗр-им? «Иккӗшӗ пӗр ӳт-пӳ пулӗҫ», – тенӗ-ҫке-ха Ҫырнинче. 17 Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулакан вара Хуҫамӑрпа пӗр чун-чӗмлӗ. 18 Аскӑнлӑхран пӑрӑнӑр: этем тӑвакан кирек епле ҫылӑх та унӑн ӳт-пӗвӗн тулашӗнче. Аскӑн ҫын вара хӑйӗн ӳт-пӗвне хирӗҫ ҫылӑх тӑвать. 19 Сирӗн ӳт-пӗвӗрсем Святой Сывлӑшӑн ҫурчӗ пулнине пӗлместӗр-им? Ӑшӑрта Турӑран илнӗ Сывлӑш пурӑннӑран эсир ӗнтӗ хӑвӑр та хӑвӑрӑн мар. 20 Сире хаклӑ хакпа тӳлесе илнӗ. Ҫавӑнпа ӳт-пӗвӗрпе те, чунӑрпа та Турра мухтава кӑларӑр: вӗсем Туррӑн.

7

Арлӑ-арӑмлӑ пурӑнасси ҫинчен

1 Арҫын хӗрарӑмпа ҫывӑрса курмасан аванрах тесе ҫырнӑччӗ эсир ман патӑма. Кунта ҫакна каламалла. 2 Аскӑнлӑха путмалла ан пултӑр тесен, кашни арҫыннӑн арӑмӗ пултӑр, кашни хӗрарӑмӑн – упӑшки. 3 Упӑшкин арӑмне юратса пурӑнмалла, ҫавӑн пекех арӑмӗ те упӑшкине юраттӑр. 4 Арӑмӗ хӑйӗн ӳт-пӗвӗпе хуҫаланаймасть, унӑн хуҫи – упӑшки. Ҫавнашкалах упӑшки те хӑйӗн ӳт-пӗвӗпе хуҫаланаймасть, унӑн хуҫи – арӑмӗ. 5 Пӗр-пӗринчен пӑрӑнса ан ҫӳрӗр. Пӑрӑнас пулсан та, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлса, вӑхӑтлӑха, пӗтӗм чун хавалӗпе типӗ тытасчӗ , кӗлтӑвасчӗ тесе пӑрӑнӑр. Унтан каллех пӗрле пулӑр. Ахальлӗн, хӑвӑра тытса чарма йывӑррине курса, сире шуйттан илӗртсе улталӗ. 6 Паллах, ҫакна эпӗ хушса мар, ирӗк парса калатӑп. 7 Ку тӗлӗшӗнчен манӑн пур ҫынна та хам пек тӑвас килет, анчах та кашниех Турӑран тӗрлӗ пултарулӑх илет: пӗри – апла, тепри – капла.

8 Мӑшӑрланманнисене, мӑшӑрсӑр юлнисене вара хам пек хӑраххӑн пурӑнни аванрах тетӗп. 9 Чӑтаймаҫҫӗ пулсан, авланччӑр. Аскӑн шухӑшпа ҫунса ҫӳриччен авланни аванрах. 10 Мӑшӑрланнисене вара эпӗ мар, Хуҫамӑр ҫапла хушать: арӑмӗн упӑшкинчен уйӑрӑлмалла мар. 11 уйӑрӑлас пулсассӑн, урӑх качча каймалла мар е упӑшкипех килӗшӳ тупмалла. Упӑшкин те арӑмне пӑрахмалла мар. 12 Ыттисем пирки вара ҫакна каламалла (куна Хуҫамӑр мар, эпӗ калатӑп): пӗр-пӗр ӗненекен тӑванӑн арӑмӗ ӗненмен ҫын пулсан, анчах та упӑшкипе пурӑнма килӗшет пулсан – упӑшкин ӑна пӑрахмалла мар. 13 Ӗненекен арӑм та, упӑшки ӗненмен ҫын пулсан, анчах арӑмӗпе пурӑнма килӗшет пулсан, упӑшкине ан пӑрахтӑр. 14 Мӗншӗн тесен ӗненмен упӑшка арӑмӗн ӗненӗвӗ урлӑ сӑвапланса тасалать; ӗненмен арӑм та упӑшкин ӗненӗвӗ урлӑ сӑвапланса тасалать, унсӑрӑн сирӗн ачӑрсем таса мар пулӗччӗҫ, капла – таса. 15 Ӗненмен упӑшка е арӑм уйӑрӑласшӑн пулсан, уйӑрӑлтӑр. Кун пек чухне ӗненекен тӑванӑмӑра нимӗн те ҫыхса тӑмасть. Хуҫамӑр пире килӗштерсе пурӑнма чӗнсе илнӗ. 16 Эй, арӑм! Кам пӗлет, тен, эсӗ упӑшкуна ҫӑлӑн? Эй, упӑшки! Кам пӗлет, тен, эсӗ арӑмна ҫӑлӑн?

Хуҫамӑр палӑртнӑ пурӑнӑҫ

17 Эпӗ мӗн пур ӗненекен ушкӑнсене ҫапла хушатӑп: кашнин Турӑ палӑртнӑ пек, хӑйне Хуҫамӑр мӗнле халлӗн чӗнсе илнӗ, ҫавнашкалах пурӑнмалла. 18 Кам та кам хӑйне Турӑ чӗнсе иличчен ӳт кастарнӑ, ҫавӑ ӳт кастарнине ан пытартӑр; кам та кам ӳт кастарман, ан кастартӑр. 19 Ӳт кастарни, ӳт кастарманни пекех, ниме те пӗлтермест. Чи кирли – Турӑ пил-хушӑвӗсене пӑхӑнса пурӑнасси. 20 Чӗнсе илнӗ чух хӑвӑр кам пулнӑ, ҫаплипех юлӑр. 21 Хӑвна чӗнсе илнӗ чухне эсӗ чура пулнӑ-и? Ан пӑшӑрхан. Ирӗклӗ пулмашкӑн май килсессӗн те, хӑшӗ лайӑхраххине суйласа ил. 22 Мӗншӗн тесен Хуҫамӑр чӗнсе илнӗ чура вӑл – Хуҫамӑрӑн ирӗке кӑларнӑ ҫынни. Ҫавнашкалах, ирӗклӗ чух чӗнсе илни – Христос чури. 23 Сире хаклӑ хакпа тӳлесе илнӗ, ҫын чури пулмашкӑн ан килӗшӗр. 24 Эй, тӑвансем! Эппин, чӗнсе илнӗ чухне сирӗнтен кашни кам пулнӑ, Турӑ умӗнче ҫаплипех юлтӑр.

Мӑшӑрланманнисем тата мӑшӑрсӑр юлнисем

25 Мӑшӑрланманнисем пирки вара Хуҫамӑр мӗн хушса хӑварнӑ – пӗлместӗп. Мана Хуҫамӑр Хӑйӗншӗн шанчӑклӑ пулмашкӑн ырӑлӑх панӑ, ҫавӑнпа канаш паратӑп. 26 Ман шутӑмпа, хальхи йывӑр саманара ҫынна мӑшӑрланмасӑр пурӑнни аванрах. 27 Эсӗ арӑмлӑ-и? Эппин, уйӑрӑлма сӑлтав ан шыра. Арӑмсӑр юлнӑ-и? Эппин, урӑх арӑм ан шыра. 28 Тепӗр тесен, авланни ҫылӑх мар. Хӗр качча кайни те ҫылӑх мар. Анчах та ку саманара арлӑ-арӑмлӑ пурӑнакансене йывӑр килет, эпӗ сире ҫав йывӑрлӑхран упрасшӑн. 29 Эй, тӑвансем! Эпӗ сире ҫапла калатӑп: вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Малашне арӑмлисем арӑмсӑррисем пек пурӑнччӑр. 30 Йӗрекеннисем – йӗменнисем пек, савӑнаканнисем – савӑнманнисем пек, туянаканнисем – туянманнисем пек пулччӑр. 31 Ҫак тӗнчери пурӑнӑҫпа пурӑнакансем тӗнчере пурӑнман пек пулччӑр, мӗншӗн тесен ҫак тӗнче сӑнарӗ иртсе каять. 32 Манӑн сире пурӑнӑҫ хуйхи-суйхинчен хӑтарса хӑварас килет. Авланман ҫын Хуҫамӑршӑн, Хуҫа Турра юрасшӑн тӑрӑшать. 33 Авланни пурӑнӑҫшӑн, арӑмне юрасшӑн тӑрӑшать. Арӑмпа хӗр хушшинче те уйрӑмлӑх пур. 34 Ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен те, чун-чӗм тӗлӗшӗнчен те сӑваплӑ пуласчӗ тесе, качча кайманни Хуҫамӑршӑн, Хуҫа Турра юрасшӑн тӑрӑшать. Качча кайни вара пурӑнӑҫшӑн, упӑшкине юрасшӑн тӑрӑшать. 35 Ҫакна эпӗ сире ҫӑварлӑхласшӑн каламастӑп. Сирӗн пӗтӗмпех йӗркеллӗ пултӑр тесе, пӗтӗм тимлӗхпе Хуҫа Турра чун-чӗререн парӑнса тӑччӑр тесе – сире усӑллӑ пултӑр тесе калатӑп.

36 Кам хӑйӗн качча кайма вӑхӑт ҫитнӗ хӗрӗ ватта юлни намӑс тесе шухӑшлать, ҫав хӑй тӑвас тенӗ пек тутӑр, ҫылӑха кӗмӗ. Ун пек хӗрсем качча кайччӑр. 37 Ҫапах та кам иккӗленӳсӗр, камӑн хӑйӗн хӗрне качча пама нуша ҫук, анчах та хӑйӗн ирӗкӗпе хӗрне качча памасӑр упраса хӑварас тет, ҫавӑ аван тӑвать. 38 Ҫавӑнпа та хӗрне качча паракан аван тӑвать, качча паманни вара тата аванрах тӑвать. 39 Саккун арӑмне упӑшки чӗрӗ чухне унпа пӗр ҫыхӑра пулма хушать. Упӑшки вилсессӗн вара унӑн кама качча каяс килет, ҫавна кайма ирӗк пур. Анчах та ҫынни Хуҫамӑра ӗненекенскер пулмалла. 40 Ҫапах та, качча каймасан, ҫав хӗрарӑм телейлӗрех пулать. Паллах, ку манӑн шухӑш, анчах манра та Турӑ Сывлӑшӗ пур пулӗ тетӗп.

8

Чӳк апат-ҫимӗҫӗ

1 Халӗ кӗлеткесене чӳклесе панӑ апат-ҫимӗҫ пирки калам. Ун пирки хамӑрӑн пӗлӳ пурри паллӑ ӗнтӗ, анчах та пӗлӳ пуҫа каҫӑрттарать, юратулӑх вара аталантарать. 2 Кам мӗне те пулин пӗлсе ҫитрӗм тет, ҫавӑ кирлӗ таран нимӗн те пӗлмест. 3 Турӑ вара Хӑйне юратакана пӗлет. 4 Ӗнтӗ чӳклесе панӑ аш пирки. Тӗнчери пуҫҫапмалли кӗлеткесем ним тӗшне те тӑманнине, Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне урӑххи ҫуккине эпир пӗлетпӗр. 5 Ҫӗр ҫинче те, тӳпере те турӑ текенскерсем (вӗсем тата хуҫасем пекех питӗ йышлӑ) пур теҫҫӗ пулсан, 6 пирӗн вара пӗр Атте Турӑ. Пӗтӗмпех Вӑл пултарнӑ, пурӑнасса та эпир Уншӑн пурӑнатпӑр. Пирӗн пӗртен-пӗр Хуҫамӑр – Иисус Христос. Пӗтӗмпех Ун урлӑ пултарӑннӑ, эпир те Вӑл пуртан пурӑнатпӑр. 7 Анчах та пурте ҫакнашкал пӗлӳллӗ мар. Хӑшӗ-пӗрисем халӗ те кӗлеткесене турӑ вырӑнне хурассинчен хӑпса ҫитмен-ха. Ҫавӑнпа та чӳк ҫимӗҫне ҫинӗ чухне ҫакӑ турра кӳнӗ ҫимӗҫ тесе шутлаҫҫӗ, халсӑр чунлӑскерсем, хӑйсене хӑйсем ирсӗрленнӗ пек туяҫҫӗ. 8 Анчах та апат-ҫимӗҫ пире Турӑ патне кӑшт та ҫывхартмасть. Ҫисессӗн те пирӗн нимӗн те хутшӑнмасть, ҫимесессӗн те эпир нимӗн те ҫухатмастпӑр. 9 Ҫапах та эсир чӳк ҫимӗҫне тиркеменни халсӑр чунлисемшӗн такӑнса ӳкмелли чул пуласран асӑрханӑр. 10 Эсӗ, пӗлӳллӗскер, чӳк вырӑнӗнче ҫисе ларнине курсан, халсӑр чунлисенчен хӑшӗ-пӗрин чӳк ашне ҫисе пӑхасси килсе каймӗ-и? 11 Ӗнтӗ эсӗ пӗлни халсӑр тӑванна пӗтермелли сӑлтав пулӗ. Христос ӑна ҫӑлас тесе вилнӗ вӗт-ха. 12 Ӗненекен тӑванусене хирӗҫ ҫапла майпа ҫылӑх туса, вӗсен ахаль те халсӑр чунне амантса, эсир Христоса хирӗҫ те ҫылӑх тӑватӑр. 13 Ҫавӑнпа та, ӗненекен тӑванӑма апат-ҫимӗҫ такӑнтарса ӳкерет пулсан, ӑна такӑнтарас мар тесе, пачах та аш ҫием мар.

9

Апостол тивӗҫӗсем

1 Эпӗ апостол мар-им? Ирӗклӗ мар-им? Иисус Христоса, хамӑр Хуҫамӑра, хам куҫпа хам курман-им? Сире Христоспа пӗрлӗхлӗ тӑваканни эпӗ мар-им? 2 Тен, ыттисем мана апостол вырӑнне хумаҫҫӗ, анчах та сирӗншӗн эпӗ – апостол. Сире эпӗ Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ турӑм, ҫакӑ эпӗ апостол пулнине ӗнентерет.

3 Ҫакӑ манӑн хама айӑплакансенчен хӳтӗленни пултӑр. 4 Е ӗненекенсен пире тӑрантармалла мар-им? 5 Е пирӗн хамӑр ҫумра ӗненекен тӑванӑмӑр – арӑм – пулмалла мар-им? Ытти апостолсем те, Хуҫамӑрӑн пӗртӑванӗсем те, Кифа та авланнӑ-ҫке-ха! 6 Е Варнавӑпа иксӗмӗрӗн кӑна хамӑра хамӑр тӑрантарса пурӑнмалла-и? 7 Ҫар ҫынни хӑйне хӑй тӑрантарса пурӑнни пур-и? Иҫӗм ҫырли лартаканӗ ҫырлине ҫименни пур-и? Кӗтӳ кӗтекенӗ сӗт ӗҫменни пур-и? 8 Ҫакна эпӗ этемле шухӑшласа кӑна калатӑп-и? Саккун та ҫавнах каламасть-и вара? 9 Моисей саккунӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Авӑн ашакан вӑкӑрӑн ҫӑварне ан хупла». Ҫакна Турӑ вӑкӑрсемшӗн куляннипе каланӑ тетӗр-и? 10 Е ҫак сӑмахсене пирӗншӗн кулянса каланӑ? Паллах, ҫакна йӑлтах пирӗншӗн каланӑ, мӗншӗн тесен хӑйӗн пайне илессе шанса суха тӑваканӑн сухаламалла, кӗлте ҫапаканӑн ҫапмалла. 11 Эпир сирӗн ӑша чун-чӗм вӑрлӑхне акрӑмӑр, эппин сирӗнтен кӗлеткене усрамалӑх пухса илни ытлашши пулӗ-и?

12 Ыттисем сирӗн патӑрта ҫавнашкал ирӗкпе усӑ кураҫҫӗ пулсан, пирӗн ирӗкӗмӗр тата ытларах мар-и? Анчах та эпир ҫав ирӗкпе нихӑҫан та усӑ курмарӑмӑр. Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнатпӑр. 13 Кӗлӗ ҫуртӗнче ӗҫлекенсем кӗлӗ ҫурчӗн шучӗпе пурӑннине пӗлместӗр-им? Парне вырӑнӗ умӗнче ӗҫлесе тӑракансен вара парнелӗхе кӳнин пӗр пайне илме ирӗк пуррине пӗлместӗр-им эсир? 14 Ырӑ Хыпар пӗлтерекенсем ӳкӗтлесе-вӗрентсе хӑйсене пурӑнмалӑх ӗҫлесе илччӗр тесе Хуҫамӑр та хушса хӑварнӑ. 15 Анчах та эпӗ ҫав ҫӑмӑллӑхсемпе пӗринпе те нихӑҫан та усӑ курмарӑм. Ҫырасса та ҫӑмӑллӑх ыйтса ҫырмастӑп. Мухтанмалли сӑлтавӑмсӑр тӑрса юличчен эпӗ вилме те хатӗр. 16 Ырӑ Хыпар пӗлтерни вӑл – мухтанмалли япала мар, манӑн тивӗҫӗм. Пӗлтерместӗп пулсан – хуйхӑ пултӑр мана! 17 Ҫак ӗҫе эпӗ хам ирӗкпе тӑватӑп пулсан, паллах, мана тӳлемелле. Енчен те хам ирӗкпе тумастӑп пулсан, шанса панӑ ӗҫӗм вара Турӑ умӗнчи тивӗҫӗм пулать. 18 Мухтанмалли сӑлтавӑм, тӳлевӗм мӗн вара? Вӑл ак ҫакӑ: Христос ҫинчен эпӗ Ырӑ Хыпар тӳлевсӗрех саратӑп, ҫав ӗҫшӗн хама тивӗҫлине илместӗп.

19 Ирӗклӗ ҫын пулсан та, тата ытларах ҫынна ҫӑласчӗ тесе, эпӗ пуриншӗн те чура пулса тӑтӑм. 20 Иудейсене Христос майлӑ ҫавӑрас тесе эпӗ иудейсемпе иудей пек пултӑм, Моисей саккунне пӑхӑнакансене ҫӑлас тесе саккуна пӑхӑнакан пек пултӑм. 21 Саккуншӑн юттисене ҫӑлас тесе вӗсемшӗн хам та саккуншӑн ют пек пултӑм. Ҫав хушӑрах Моисей саккунне Турӑ умӗнче юта хумарӑм, пурӑнасса вара Христос саккунӗпе пурӑнтӑм. 22 Халсӑр чунлисене ҫавӑрас тесе халсӑррисем пек пултӑм. Май пур таран хӑшне те пулин ҫӑлса хӑварасчӗ тесе эпӗ пуриншӗн те вӗсем пек пултӑм. 23 Ҫакна эпӗ Ырӑ Хыпаршӑн, унӑн ырӑлӑхне ыттисемпе пӗрле пайласчӗ тесе тӑватӑп. 24 Ӑмӑртура пурте чупаҫҫӗ, анчах та пӗрне кӑна парне тивӗҫнине пӗлместӗр-им эсир? Ҫав парнене ҫӗнсе илес тесе эсир те тӑрӑшӑр. 25 Ӑмӑртӑва хутшӑнмашкӑн пурте тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ, ӑна-кӑна питӗ уяса пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем шанакан-типекен пуҫ кӑшӑлӗ ҫӗнсе илесшӗн, эпир – шанманнине. 26 Ҫавӑнпа та эпӗ тӗллевсӗр чупмастӑп; аллӑмсемпе сывлӑшра усӑсӑр сулкалашмастӑп, чӑнласах кӗрешетӗп. 27 Ҫапах та эпӗ кӗлеткеме хама итлеттерсе пӑхӑнтаратӑп. Ҫакна эпӗ ыттисене Ырӑ Хыпаршӑн кӗрешме ӳкӗтле-ӳкӗтле хамӑн ҫав кӗрешӗве юрӑхсӑр пулас марччӗ тесе тӑватӑп.

10

Кӗлеткесене пуҫҫапасран асӑрхаттарни

1 Эй, тӑвансем! Ман сире ҫакна пӗлтерес килет: пирӗн мӑн асаттесем пурте пӗлӗт витӗмӗпе пынӑ, сирӗлнӗ тинӗс тӗпӗпе каҫнӑ. 2 Пӗлӗтпе тата тинӗс шывӗпе тӗне кӗрсе вӗсем пурте Моисейпа пӗрлӗхлӗ пулса тӑнӑ. 3 Вӗсем пурте чун-чӗмӗн пӗр апатне ҫинӗ. 4 Вӗсем пурте чун-чӗмӗн пӗр ӗҫмине ӗҫнӗ: ту чулӗнчен ҫӑлкуҫ тапса тӑнӑ, чун-чӗм чулӗ вӗсемпе пӗрлех пынӑ. Ҫав чул вӑл Христос пулнӑ. 5 Анчах та вӗсен хушшинче Турра юрӑхлӑ пурӑнакансем сахал пулнӑ, ҫавӑнпа та ытларахӑшӗ пуш хиртех выртса юлнӑ. 6 Эпир те мӑн асаттесем пекех усаллине сӑхланасран Турӑ пире ҫакнашкал тӗслӗхсемпе асӑрхаттарнӑ. 7 Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пек кӗлеткесене ан пуҫҫапӑр. Ҫырнинче вӗсем пирки ҫапла каланӑ: «Халӑх ӗҫме-ҫиме ларнӑ, унтан вӑййа тухнӑ». 8 Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пек аскӑн та пӑсӑк пулар мар. Пӑсӑк пурӑннӑран вӗсенчен ҫирӗм виҫӗ пинӗшӗ пӗр кунтах пӗтнӗ. 9 Христоса тӗрӗслер мар. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫапла хӑтланнӑ та – ҫӗленсем сӑхнипе вилсе пӗтнӗ. 10 Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пек ан ӳпкелешӗр. Вӗсем ӳпкелешнӗ те – вӗсене чунилли пӗтернӗ. 11 Ҫаксем пурте малашлӑх сӑнарӗсем пулнӑ. Пире, тӗнче пӗтес вӑхӑтра пурӑнакансене, ӑса кӗртмешкӗн ҫав тӗслӗхсем ҫинчен ҫырса хӑварнӑ та ӗнтӗ. 12 Ҫавӑнпа хӑйне ҫирӗп тӑратӑп тесе шухӑшлакан ӳкесрен асӑрхантӑр. 13 Эсир куракан тӗрӗслев этем тӳсмелӗх кӑна. Турра шанӑр. Вӑл сирӗн пуҫӑр ҫине чӑтма пултарнинчен ытла тӗрӗслев яма хушмӗ. Тӗрӗсленӗ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ.

14 Ҫапла вара, савнӑ тӑвансем, кӗлеткесене пуҫҫапассинчен пӑрӑнса ҫӳрӗр. 15 Сирӗнпе эпӗ ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсемпе калаҫнӑ пек калаҫатӑп. Мӗн калани пирки вара хӑвӑр шухӑшлӑр. 16 Эпир пиллӗх куркинчен пиллесе ӗҫни Христос Юнӗпе хутшӑнни пулмасть-и вара? Хамӑр хуҫса ҫиекен ҫӑкӑра ҫини Христос Ӳчӗпе пӗрлешни пулмасть-и вара? 17 Ҫӑкӑрӗ пӗрре, ҫав ҫӑкӑра валеҫсе ҫинӗрен эпир те нумаййӑн пӗр ӳт пулса тӑратпӑр. 18 Израиль йӑхӗнчисене пӑхӑр-ха. Парне вырӑнӗ ҫинчи ҫимӗҫе ҫисе вӗсем парне кӳрес ӗҫе хутшӑнмаҫҫӗ-и? 19 Мӗн каласшӑн-ха эпӗ? Пуҫҫапмалли кӗлетке е чӳк ҫимӗҫӗ мӗне те пулин пӗлтерет тесшӗн-и? 20 Паллах, апла мар. Урӑх халӑхсем парнине Турра мар, усал сывлӑшсене кӳреҫҫӗ тесшӗн. Манӑн вара сире усал сывлӑшсемпе хутшӑнтарас килмест. 21 Хуҫа Турӑ куркинчен ӗҫнӗ хушӑрах эсир усал сывлӑш куркинчен те ӗҫеймӗр. Хуҫа Турӑ сӗтелӗ хушшинче ларнӑ вӑхӑтрах усал сывлӑш сӗтелӗ хушшинче хӑналанаймӑр. 22 Хуҫа Туррӑмӑра пирӗн кӗвӗҫтерсе тарӑхтарас килет-ши? Эпир Унран вӑйлӑрах-им вара?

Пӗтӗмпех Турӑ мухтавӗшӗн тӑвар

23 Манӑн тем тума та ирӗк пур, анчах пурте усӑллӑ мар. Манӑн тем тума та ирӗк пур, анчах пурте ырӑлӑхлӑ мар. 24 Никам та хӑйшӗн кӑна ан тӑрӑштӑр, ҫынна усӑ тӑвасчӗ тесе тимлетӗр. 25 Таса чунлӑ юлас тесен, сутуҫӑран илнӗ аша пӗр тиркемесӗр ҫийӗр. 26 Мӗншӗн тесен ҫак ҫӗр те, ҫӗр ҫинчи те пӗтӗмпех Хуҫа Туррӑн. 27 Калӑпӑр, ӗненмен ҫынсенчен кам та пулин сире хӑнана чӗнет. Эсир кайма килӗшетӗр. Таса чунлӑ юлас тесен мӗн сӗннине пӗр тиркемесӗр ҫийӗр. 28 Анчах кам та пулин сире: «Ку чӳк ҫимӗҫӗ», – тесе каласан, ан ҫийӗр. Ҫапла туни сӗнекен ҫыншӑн та, чуна таса хӑвармашкӑн та кирлӗ. Мӗншӗн тесен ҫак ҫӗр те, ҫӗр ҫинчи те пӗтӗмпех Хуҫа Туррӑн . 29 Чуна таса хӑвармашкӑн тесе эпӗ сирӗн пирки мар, ҫав ҫын пирки калатӑп. Манӑн ирӗклӗхӗм ҫын чунӗ умӗнче яваплӑ мар. 30 Эпӗ Турра тав туса ҫиетӗп пулсан, тав туса ҫинӗ ҫимӗҫшӗн мана мӗншӗн хурламалла? 31 Ҫапла вара, ӗҫетӗр-и, ҫиетӗр-и е мӗн те пулин урӑххине тӑватӑр-и – пӗтӗмпех Турӑ мухтавӗшӗн тӑвӑр. 32 Иудейсемшӗн те, грексемшӗн те, Турӑ чиркӗвӗшӗн те ҫылӑха кӗмелли сӑлтав пулас марччӗ тесе пурӑнӑр. 33 Манашкал пулӑр. Эпӗ пур тӗлӗшӗнчен те пурне те юрама тӑрӑшатӑп. Нумайӑшӗ ҫӑлӑнччӑр тесе, хамшӑн мар, ытти ҫынсен ырӑлӑхӗшӗн тӑрӑшатӑп.

11

1 Эпӗ Христосран тӗслӗх илнӗ пек, эсир те манран тӗслӗх илӗр.

Кӗлӗре ҫӳҫ-пуҫа витесси

2 Эй, тӑвансем! Эпӗ мӗн каланине йӑлтах асра тытнӑшӑн, эпӗ вӗрентсе хӑварнӑ Хуҫа Турӑ йӑли-йӗркипе пурӑннӑшӑн сире ырлатӑп. 3 Тата сире ҫакна пӗлтерессӗм килет: кирек епле арҫыншӑн та Христос пуҫ пулса тӑрать, упӑшки те арӑмӗшӗн – пуҫ, Турӑ та Христосшӑн – пуҫ. 4 Пуҫне тӑхӑнса кӗлтӑвакан е пророкла сӑмах калакан кирек епле арҫын та хӑйӗн пуҫне намӑс кӑтартать. 5 Ҫӳҫ-пуҫне витмесӗр кӗлтӑвакан е пророкла сӑмах калакан кирек епле хӗрарӑм та хӑйӗн пуҫне намӑс кӑтартать. Вӑл ҫапла туни ҫӳҫне хыртарса янипе пӗрех. 6 Хӗрарӑм ҫӳҫ-пуҫне витмест пулсан, эппин ҫӳҫне кастартӑр. Ҫӳҫ кастарма е хыртарма вӑтанать пулсан, эппин ҫӳҫ-пуҫне хуплатӑр. 7 Арҫыннӑн кӗлӗре ҫара пуҫӑн пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл Турӑ сӑнарӗпе мухтавӗ. Хӗрарӑм вара – упӑшкин мухтавӗ. 8 Арҫынна хӗрарӑмран пултарман, хӗрарӑма арҫынтан пултарнӑ. 9 Арҫынна хӗрарӑмшӑн туман, хӗрарӑма арҫыншӑн тунӑ. 10 Ҫавӑнпа та хӗрарӑмӑн хӑйӗн пуҫне пӑхӑну паллипе витмелле. Тата унӑн ҫакна ангелсене кӑтартмашкӑн тумалла. 11 Тепӗр тесен, Хуҫамӑр вӗрентнӗ тӑрӑх, упӑшки арӑмӗсӗр, арӑмӗ упӑшкисӗр ним тӗшне те тӑмасть. 12 Мӗншӗн тесен малтанхи хӗрарӑма арҫынтан тунӑ пекех, арҫын та хӗрарӑмран ҫуралать. Пурне те вара Турӑ пултарнӑ. 13 Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха, витмен пуҫпа Турра кӗлтуни хӗрарӑма килӗшӳллӗ-и? 14 Ҫӳҫне-пуҫне ӳстерсе янӑ арҫын хисепрен тухни ҫинчен ҫут ҫанталӑк хӑех калать. 15 Хӗрарӑмшӑн вара ҫӳҫ ӳстерни – хисеп, ҫут ҫанталӑк хӗрарӑма виткӗч вырӑнне вӑрӑм ҫӳҫ панӑ. 16 Хампа тавлашас текене вара ҫакна кӑна калатӑп: пирӗн патӑрта та, Туррӑн ытти чиркӗвӗсенче те унашкал йӑла ҫук.

Хуҫамӑрӑн аслӑ каҫхи апачӗ ҫинчен

17 Ӗнтӗ, сире вӗрентсе, хам ырламанни ҫинчен калам. Сирӗн пухӑвӑрсем сире уссинчен ытларах сиен кӳреҫҫӗ. 18 Чи малтанах, хам мӗн илтни ҫинчен: чиркӳ пухӑвне пуҫтарӑнсан эсир пӗр-пӗринпе харкашатӑр иккен. Ҫакна эпӗ пӑртак ӗненетӗп те. 19 Мӗншӗн тесен чӑн-чӑн ӗненекенсем палӑрмашкӑн сирӗн хушшӑрта тӗрлӗ шухӑшлӑх пулмаллах. 20 Тата ҫакна каламалла: эсир пӗрле пуҫтарӑнатӑр пулин те, ҫакна Хуҫамӑрӑн аслӑ каҫхи апатне туни теме ҫук. 21 Мӗншӗн тесен кашниех харпӑр хӑй апатне часрах ҫисе ярасшӑн. Ҫапла вара пӗри выҫах юлать, тепри тутӑ та хӗрӗнкӗ. 22 Сирӗн килӗрсем ҫук-им? Килте ӗҫсе-ҫиейместӗр-им? Е Туррӑн чиркӗвне ним вырӑнне те хумастӑр-и? Ҫук ҫынсене хур тӑвас тетӗр-и? Мӗнех калам? Сире ҫакӑншӑн ырлам-и? Ырламӑп.

23 Ҫак йӑлана эпӗ Хуҫамӑртан Хӑйӗнчен вӗрентӗм, кайран сире вӗрентрӗм. Хӑйне сутнӑ каҫ Иисус Хуҫамӑр ҫӑкӑр илнӗ те, 24 Турра тав туса, ҫӑкӑра хуҫнӑ. Унтан Вӑл ҫапла каланӑ: «Илӗр, ҫийӗр, ҫакӑ – сирӗншӗн хуҫӑлакан Манӑн Ӳт-пӗвӗм. Малашне те Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр». 25 Каҫхи апат хыҫҫӑн, ҫавнашкалах, Вӑл курка илнӗ те ҫапла каланӑ: «Ҫак курка – Манӑн Юнӑмпа ҫирӗплетнӗ Ҫӗнӗ Халал. Ӑна ӗҫнӗ чух кирек хӑҫан та Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр». 26 Ӗнтӗ эсир ҫав ҫӑкӑра ҫимессерен, ҫав куркана ӗҫмессерен Хуҫамӑр тепре киличченех Вӑл вилни ҫинчен хыпарлатӑр.

Аслӑ каҫхи апата тивӗҫсӗр туни

27 Ҫапла вара, Хуҫамӑрӑн ҫӑкӑрне тивӗҫсӗр ҫиекен, Хуҫамӑрӑн куркине тивӗҫсӗр ӗҫекен ҫын Хуҫамӑрӑн Ӳчӗпе Юнне хирӗҫ ҫылӑх тӑвать. 28 Малтан ҫын хӑйне хӑй тӗрӗслесе пӑхтӑр, унтан тин ҫав ҫӑкӑра ҫитӗр, ҫав куркана ӗҫтӗр. 29 Кам тивӗҫсӗр ӗҫсе ҫиет, ҫав хӑйне айӑплав илмешкӗн ӗҫсе ҫиет, мӗншӗн тесен вӑл Хуҫамӑрӑн Ӳчӗ ҫинчен шухӑшламасть. 30 Акӑ мӗншӗн сирӗн хушшӑрта халсӑррисем, чирлисем нумай; вилекенсем те йышлӑ. 31 Эпир хамӑра хамӑр хаклама пултарсан Турӑ пире айӑпламӗччӗ. 32 Пире хак параканӗ вара – Турӑ. Ытти пӗтӗм тӗнчепе пӗрле суд умне тӑрас мар тесессӗн Хуҫа Турӑ айӑплавне пирӗн чӑтмалла. 33 Ҫавӑнпа та, тӑванӑмсем, аслӑ каҫхи апата пуҫтарӑннӑ чухне пӗр-пӗрне кӗтӗр. 34 Турӑ сирӗн пухӑва ан айӑплатӑр тесен ҫиес текен килте ҫитӗр. Ыттине хам пырсан йӗркене кӗртӗп.

12

Турӑ Сывлӑшӗн парнисем

1 Эй, тӑвансем! Манӑн сире Турӑ Сывлӑшӗн парнисем пирки пӗлтермесӗр хӑварас килмест. 2 Чӑн Турра пӗлмен чухне пуҫҫапмалли чӗлхесӗр кӗлеткесем патне сире вӑйпах темскер ертсе кайнине хӑвӑрах пӗлетӗр. 3 Ҫавӑнпа та сире ҫакна калатӑп: Турӑ Сывлӑшӗ хавхалантарнипе калаҫакансенчен пӗри те Иисуса ылханмӗ. Святой Сывлӑш хавхалантарнипе калаҫакансемсӗр пуҫне Иисуса Хуҫам тесе никам та калаймӗ. 4 Ҫынсене тӗрлӗрен пултарулӑх панӑ, анчах та Сывлӑш – пӗрре. 5 Турӑшӑн та ҫынсем тӗрлӗрен тӑрӑшаҫҫӗ, анчах та Хуҫа Турӑ – пӗрре. 6 Ҫынсен ӗҫӗсем те тӗрлӗрен, анчах пурин ӑшӗнче те пурне те туса тӑракан Турӑ – пӗрре. 7 Сывлӑш кашни ҫыннах пӗрлехи ырлӑхшӑн тӑрӑшмашкӑн пултарулӑх панӑ. 8 Пӗрне Сывлӑш урлӑ ӑслӑлӑх сӑмахне панӑ, тепӗрне ҫав Сывлӑшах пӗлӳлӗх сӑмахне панӑ. 9 Пӗрне Сывлӑш урлӑ ӗненес пултарулӑх панӑ, тепӗрне ҫав Сывлӑшах сыватас пултарулӑх панӑ. 10 Хӑшне хӑват кӑтартма, хӑшне пророкла калаҫма, хӑшне ырӑ тата усал сывлӑшсене уйӑрма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе каланине ӑнлантарма пултарулӑх панӑ. 11 Ҫаксене йӑлтах пӗр Сывлӑш туса тӑрать; Вӑл, Хӑйне кирлӗ пек, кашни ҫыннах уйрӑм пултарулӑх парать.

Эпир – пӗр ӳт-пӳ

12 Пӗр ӳт-пӗвех нумай пайсенчен тӑрать, нумай пулин те, пурте пӗрле пӗр ӳт-пӳ тӑваҫҫӗ. Христос та ҫавнашкалах. 13 Мӗншӗн тесен пӗр Сывлӑшпа тӗне кӗрсе эпир пурте – иудейсемпе грексем те, чурасемпе ирӗклисем те – пӗр ӳт-пӳ пултӑмӑр, пӗр Сывлӑшпа тултӑмӑр. 14 Ӳт-пӳ вара пӗр пайран мар, нумай пайсенчен тӑрать. 15 «Эпӗ алӑ мар, эппин ӳт-пӗвӗн те мар», – тесе каланӑшӑн ура ӳт-пӳ пайӗ пулма пӑрахать-и? 16 «Эпӗ куҫ мар, эппин ӳт-пӗвӗн те мар», – тесе каланӑшӑн хӑлха ӳт-пӳ пайӗ пулма пӑрахать-и? 17 Пӗтӗм кӗлетке курмалли пайран тӑрсассӑн, мӗнпе илтӗн? Пӗтӗм кӗлетке илтмелли пайран тӑрсассӑн, мӗнпе шӑршӑ пӗлӗн? 18 Анчах та Турӑ ӳт-пӳ пайӗсене Хӑйне кирлӗ пек пӗр ӳт-пӗве чӑмӑртаса вырнаҫтарнӑ. 19 Пурте ӳт-пӗвӗн пӗр пайӗ пулас пулсассӑн, ӳт-пӗвӗ хӑй ӑҫта пулӗччӗ? 20 Капла вара ӳт-пӳ пайӗсем нумай, ӳт-пӗвӗ – пӗрре. 21 «Эсӗ мана кирлӗ мар», – тесе куҫ алла калаймӗ. Пуҫ та урана: «Эсӗ мана кирлӗ мар», – тееймӗ. 22 Пачах та урӑхла! Чи хавшак пек туйӑнакан ӳт-пӳ пайӗсем кирлӗрех те! 23 Чаплӑ мар текен ӳт-пӳ пайӗсене вара эпир питӗ асӑрхаса упратпӑр. 24 Илемсӗр, намӑс вырӑнсене тирпейлӗн хуплатпӑр, илемлине апла туни кирлӗ те мар. Анчах та Турӑ, тивӗҫсӗр текеннисемшӗн ытларах тӑрӑштарса, пӗтӗм ӳт-пӗве шайлаштарнӑ. 25 Ҫакна Вӑл ӳт-пӳ пайӗсен пӗр-пӗрне уйӑрасси ан пултӑр, пур пайӗ те пӗр-пӗриншӗн пӗрешкел тӑрӑштӑр тесе тунӑ. 26 Ҫавӑнпа та ӳт-пӗвӗн пӗр-пӗр пайӗ асаплансан ыттисем те асапланаҫҫӗ, пӗр-пӗр пайӗ хисеплӗ пулсан ыттисем те савӑнаҫҫӗ.

27 Эсир вара – Христос ӳт-пӗвӗ, уйрӑмшарӑн – ӳт-пӳ пайӗсем. 28 Ӗненекен ушкӑнра Турӑ хӑшне апостол тунӑ, хӑшне – пророк, тата тепӗрне – вӗрентекен. Турӑ хӑшне хӑват кӑтартма вӑй панӑ, хӑшне сыватас пултарулӑх панӑ. Ҫавнашкалах хӑшне пулӑшас пултарулӑх, хӑшне ертсе пырас пултарулӑх, тата теприсене тӗрлӗ чӗлхепе калаҫас пултарулӑх панӑ. 29 Пурте апостол-и? Пурте пророк-и? Пурте вӗрентекен-и? Пурте хӑват кӑтартакан-и? 30 Пурин те сыватас пултарулӑх пур-и? Пурте тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫаҫҫӗ-и? Тӗрлӗ чӗлхепе каланине пурте ӑнлантарса параяҫҫӗ-и? 31 Ҫапах та пурте тата пысӑкрах пултарулӑх илесчӗ тесе тӑрӑшӑр, эпӗ вара сире тата лайӑхрах ҫул-йӗр кӑтартса парӑп.

13

Юратулӑх

1 Этем чӗлхипе калаҫсан та, ангел чӗлхипе калаҫсан та, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин эпӗ – янӑракан чан е чӑнкӑртатакан кимвал ҫеҫ. 2 Манӑн пророк пултарулӑхӗ пур пулсан та, пӗтӗм вӑрттӑнлӑхпа пӗлӗве ӑнкаратӑп пулсан та, тусене вырӑнтан куҫармалӑх ҫирӗп ӗненӳллӗ пулсан та, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин эпӗ ним тӗшне те тӑмастӑп. 3 Эпӗ пӗтӗм пурлӑхӑма валеҫсе пӗтерсен те, ӳт-пӗвӗме вута пӑрахма килӗшсен те, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин мана ҫавӑнтан ним усси те пулас ҫук.

4 Юратулӑх ҫирӗп тӳсӗмлӗ, хӗрхенӳллӗ; юратулӑх кӗвӗҫмест, вӗҫкӗнленмест, мӑнкӑмӑлланмасть, 5 сӗмсӗрленмест, хӑйшӗн кӑна тӑрӑшмасть, тарӑхмасть, усаллине асра тытмасть; 6 суяшӑн мар, чӑнлӑхшӑн савӑнать. 7 Юратулӑх йӑлтах каҫарать, пурне те ӗненет, яланах шанать, теме те тӳссе ирттерет. 8 Пророкла каланисем вӗҫленӗҫ, чӗлхесем ҫухалӗҫ, пӗлӳ пӑрахӑҫа тухӗ – юратулӑх нихӑҫан та пӗтмӗ. 9 Мӗншӗн тесен эпир кӑштах пӗлкелетпӗр, кӑштах пророкла калаҫкалатпӑр; 10 чи пахи килсен вара кӑштаххи пӑрахӑҫланӗ. 11 Ача чухне эпӗ ачалла калаҫаттӑм, ачалла шухӑшлаттӑм, ачалла ӑнланаттӑм. Ар ҫулне ҫитсессӗн ача-пӑча шухӑшне пӑрахрӑм. 12 Халӗ эпир тӗксӗм кантӑк витӗр курнӑ пек уҫӑмсӑррӑн куратпӑр, анчах та пӗррехинче Турра уҫҫӑн, куҫа-куҫӑн курӑпӑр. Халӗ эпӗ кӑшт кӑна пӗлкелетӗп, ун чухне вара эпӗ Турра Вӑл хама пӗлнӗ пекех пӗлӗп. 13 Ӗнтӗ ҫаксем виҫҫӗшӗ: ӗненӳ, шанчӑк, юратулӑх – ӗмӗр-ӗмӗр пулӗҫ, анчах та аслӑраххи – юратулӑх.

14

Чӗлхесем тата пророкла калаҫасси

1 Юратулӑх патне ӑнтӑлӑр. Турӑ Сывлӑшӗн парнисене, уйрӑммӑнах пророкла калаҫас пултарулӑха, илме тӑрӑшӑр. 2 Пӗлмен чӗлхепе калаҫакан вара ҫынсемпе мар, Турӑпа калаҫать. Ӑна никам та ӑнланмасть, мӗншӗн тесен вӑрттӑнлӑха вӑл Турӑ Сывлӑшӗн витӗмӗпе пӗлтерет. 3 Пророкла калаҫакан вара ҫынсене ӳкӗтлесе, хавхалантарса, лӑплантарса калаҫать. 4 Пӗлмен чӗлхепе калаҫакан хӑйне хӑй ҫирӗплетет, пророкла калаҫакан вара ӗненекен ушкӑна ҫирӗплетет. 5 Манӑн сире пурне те ҫапла пултарас килет: тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫни аван, пророкла калаҫма пӗлни тата аванрах. Пророкла калаҫакан тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫакантан ҫӳлерех тӑрать. Чӑн та, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан, чиркӗве ҫирӗплетес тесе, хӑй сӑмахӗсене ӑнлантарса парсассӑн пророкла калаҫаканпа танлашма пултарать.

6 Эй, тӑванӑмсем! Калӑпӑр, эпӗ сирӗн патӑра пырсан пӗлмен чӗлхесемпе калаҫӑп. Ҫав хушӑрах эпӗ сире Турӑ вӑрттӑнлӑхне уҫса памасан, пӗлӳ памасан, пророкла калаҫмасан, вӗрентмесен сире мӗн усси пулӗ? 7 Тӗслӗх вырӑнне кӗвӗ каламалли чунсӑр хатӗрсене – шӑхличе е кӗслене – илер. Шӑхличпе кӗсле уҫӑмсӑр сасӑсем кӑлараҫҫӗ пулсан, вӗсемпе мӗнле ҫемӗ каланине епле пӗлеес? 8 Уҫӑмлӑ мар труба сассипе кам ҫапӑҫӑва хатӗрленӗ? 9 Ҫавнашкалах эсир калакан сӑмахсем ӑнланмалла мар пулсан, мӗн каланине ҫынсем епле пӗлччӗр? Ку вӑл ҫиле калани кӑна пулать. 10 Тӗнчере мӗн чухлӗ сӑмах! Пӗлтерӗшсӗрри вара пӗри те ҫук. 11 Анчах та эпӗ хампа калаҫаканӑн сӑмахӗсем мӗне пӗлтернине ӑнланмастӑп пулсан, эпӗ уншӑн ют халӑх ҫынни пулатӑп. Вӑл та маншӑн ҫавнашкалах. 12 Эсир те, Турӑ Сывлӑшӗн парнисене илме ӑнтӑлса, чиркӗве ҫирӗплетмешкӗн вӗсене ытлӑн-ҫитлӗн илме тӑрӑшӑр. 13 Ҫавӑнпа та пӗлмен чӗлхепе калаҫакан ҫын ӑнлантарса пама пултарулӑх илесчӗ тесе кӗлтутӑр. 14 Мӗншӗн тесен пӗлмен чӗлхепе кӗлтунӑ чухне чунӑм кӗлтӑвать пулин те, ӑсӑм кӗлтума хутшӑнмасть. 15 Апла мӗн тӑвам-ха? Турра чунӑмпа кӗлтӑвам, ӑсӑмпа та кӗлтӑвам. Турра чунӑмпа мухтаса юрлам, ӑсӑмпа та мухтаса юрлам. 16 Енчен те эсӗ Турра чунтан мухтаса тав тӑватӑн пулсан та, сана итлесе тӑракан ахаль ҫын: «чӑнах та, ҫапла» тееймӗ. Эсӗ мӗн каланине вӑл ӑнланмасть-ҫке-ха. 17 Ҫапла вара, эсӗ Турра тем тери мухтаса кӗлтусан та, ҫакӑ ыттисене усса пымасть. 18 Тавах Туррӑма! Пӗлмен чӗлхесемпе калаҫма эпӗ сирӗнтен пуринчен те ытларах пултаратӑп. 19 Анчах та эпӗ, ыттисене ӑс парас тесе, вӗсем пӗлмен чӗлхепе чиркӳре пин-пин сӑмах каличчен ӑнланмалла пилӗк сӑмах калам.

20 Эй, тӑвансем! Ача ӑслӗ ан пулӑр. Усалли тӗлӗшӗнчен ача пек пулӑр, анчах та ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен ҫитӗнсе ҫитнисем пек пулӑр. 21 Саккунра ҫапла ҫырнӑ: «„Ҫак халӑхпа ют чӗлхепе, урӑх халӑх ҫыннисен чӗлхи-ҫӑварӗпе калаҫӑп, ун чухне те вӗсем Мана итлемӗҫ“, – тет Хуҫа Турӑ». 22 Ҫапла вара, тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫни – ӗненекенсем валли мар, ӗненменнисем валли Турӑ янӑ паллӑ. Пророкла калаҫни вара – ӗненменнисем валли мар, ӗненекенсем валли Турӑ янӑ паллӑ. 23 Пӗтӗм чиркӳ пӗрле пуҫтарӑнса пӗлмен чӗлхесемпе калаҫнӑ чухне унта ахаль ҫынсем е ӗненменнисем пырса кӗрес пулсан мӗн калӗҫ? «Кусем ӑсран тайӑлнӑ», – темӗҫ-и? 24 Енчен те пурте пророкла калаҫас пулсан вара унта ахаль ҫын е ӗненменни пырса кӗрсен хӑйне питлесе, айӑпласа каланине илтӗ. 25 Ҫапла майпа унӑн вӑрттӑн шухӑш-кӑмӑлӗ палӑрӗ, вӑл Турра чӗркуҫленсе пуҫҫапӗ те: «Турӑ чӑнласах та сирӗнпе», – тейӗ.

Мӗн туни йӑлтах йӗркеллӗ пултӑр

26 Ҫапла вара, тӑвансем, мӗн тумалла-ха? Акӑ эсир чиркӳ пухӑвне пуҫтарӑнатӑр. Пӗри псалом ӑсти, тепри ӳкӗт ӑсти, тата тепри тӗрлӗ чӗлхе ӑсти. Хӑшӗн Турӑ вӑрттӑнлӑхне уҫма, теприн ӑнлантарса пама пултарулӑх пур. Пурте вӗсем чиркӗве ҫирӗплетмешкӗн усӑллӑ пулччӑр. 27 Хӑшӗ-пӗри пӗлмен чӗлхепе калаҫать пулсассӑн, иккӗн, е чи нумаййи – виҫҫӗн, черетпе калаҫчӑр, пӗри ӑнлантарса патӑр. 28 Ӑнлантаракан ҫук пулсан, вӗсем чиркӳре шӑпӑрт тӑччӑр, хӑйсен ӑшӗнче Турӑпа калаҫчӑр. 29 Ҫавнашкалах пророкла калаҫакансем те иккӗн е виҫҫӗн калаҫчӑр, ыттисем вара мӗн илтнине сӳтсе явччӑр. 30 Ларакансенчен пӗрне Турӑ вӑрттӑнлӑхӗ уҫӑлса кайсассӑн, малтан калаҫаканӗ чарӑнтӑр. 31 Пурте вӗренме, хастарланма пултарччӑр тесен эсир черетпе пророкла калаҫма пултаратӑр вӗт-ха. 32 Хӑйсене хавхалану кӳрекен сывлӑшсене пророксем итлеттерме пултараҫҫӗ. 33 Мӗншӗн тесен Турӑ вӑл – хирӗҫӳлӗх Турри мар, канӑҫлӑх Турри.

Ӗненекенсем пуҫтарӑнакан ытти чиркӳсенчи пекех 34 сирӗн хӗрарӑмсем те чиркӳре чӗнмесӗр тӑччӑр. Вӗсен калаҫмалла мар, саккун хушнӑ пек, пӑхӑнмалла. 35 Мӗн те пулин пӗлес тесен ун ҫинчен вӗсем упӑшкисенчен килте ыйтчӑр. Хӗрарӑм чиркӳре калаҫни килӗшӳллӗ мар. 36 Тӑвансем! Турӑ сӑмахӗ сирӗнтен тухнӑ-им? Е сирӗн патӑра кӑна ҫитнӗ-им? 37 Хӑйне пророк вырӑнне е Турӑ Сывлӑшӗллӗ ҫын вырӑнне хуракан эпӗ сирӗн патӑра ҫырни Хуҫамӑрӑн пил-хушӑвӗ пулнине ӑнлантӑр. 38 Ӑнланайманни вара ӑнланманнипех юлтӑр. 39 Ҫапла вара, тӑвансемӗр, пророкла калаҫасчӗ тесе тӑрӑшӑр, тӗрлӗрен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫма та ан чарӑр. 40 Анчах мӗн туни йӑлтах килӗшӳллӗ те йӗркеллӗ пултӑр.

15

Христос чӗрӗлни

1 Эй, тӑвансем! Эпӗ сире хам пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара татах аса илтеретӗп. Эсир ӑна йышӑнтӑр, унпа тӗреклентӗр. 2 Эпӗ вӗрентнине ҫирӗп тытса пырсан, ҫиелтен кӑна ӗненмен пулсан, эсир Ырӑ Хыпарпа ҫӑлӑнӑр. 3 Мӗншӗн тесен эпӗ сире чӑн малтанах хам мӗн йышӑннине патӑм: Ҫырнинче каланӑ пекех, Христос пирӗн ҫылӑхсемшӗн вилнӗ. 4 Ҫырнинче каланӑ пекех, Ӑна пытарнӑ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ. 5 Малтан Вӑл Кифӑна курӑннӑ, кайран – Вун иккӗшне, 6 тепринче тата пӗр вӑхӑтрах пилӗк ҫӗр ытла тӑванӑмӑра курӑннӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-хӑшӗ вилнӗ ӗнтӗ, анчах ытларахӑшӗ халӗ те пурӑнаҫҫӗ-ха. 7 Унтан Вӑл Иакова курӑннӑ, каярахпа – ытти мӗн пур апостолсене. 8 Юлашкинчен вара Вӑл мана, юрӑхсӑра, курӑнчӗ. 9 Туррӑн чиркӗвне хӗсӗрленӗрен эпӗ хама апостолсенчен чи хисепсӗрри, апостол ятне те тивӗҫсӗрри тесе шутлатӑп. 10 Анчах та Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ хальхи пек пулса тӑтӑм. Ӑшӑмри Унӑн ырӑлӑхӗ усӑсӑр пулмарӗ, эпӗ апостолсенчен пуринчен те ытларах вӑй хурса ӗҫлерӗм. Тепӗр тесен, вӑй хураканӗ эпӗ мар, ӑшӑмри Турӑ ырӑлӑхӗ. 11 Эпир пурте Ырӑ Хыпара пӗрешкел вӗрентетпӗр, эсир пурте ҫавна ӗнентӗр.

Вилнисем чӗрӗлесси

12 Эпир сире Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ тесе вӗрентетпӗр пулсан, епле-ха сирӗнтен хӑшӗ-пӗри вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ теме хӑять? 13 Вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан Христос та чӗрӗлмен пулать. 14 Христос чӗрӗлсе тӑман пулсан вара эпир вӗрентни те, эсир ӗненни те кӑлӑхах. 15 Вилнисем чӑнласах чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан эпир сире Турӑ ҫинчен суйса пӗлтернӗ пек пулать. Мӗншӗн тесен эпир чӗрӗлсе тӑман Христоса Турӑ чӗртнӗ тесе ҫирӗплететпӗр. 16 Вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан Христос та чӗрӗлмен пулать. 17 Христос чӗрӗлмен пулсан эсир ӗненни кӑлӑхах: эсир ҫылӑхӑрсенчен тасалман пулать. 18 Эппин Христоса ӗненсе вилнисем те яланлӑхах пӗтнӗ пулать. 19 Христос пире хальхи пурӑнӑҫра кӑна шанчӑк парать пулсан эпир этемсенчен чи телейсӗррисем пулӑттӑмӑр.

20 Анчах та Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл – пирвайхи. 21 Тӗнчене вилӗм этем урлӑ килнӗ пекех, чӗрӗлсе тӑрасси те этем урлах. 22 Адамран пулнисем пурте вилӗмлӗ пекех, Христоса ӗненекенсем пурте чӗрӗлӗхлӗ. 23 Анчах та кашнин хӑйӗн черечӗ: Христос вилнисенчен чи малтан чӗрӗлнӗ; Вӑл тепре килсен вара Хӑйӗннисене чӗртӗ. 24 Мӗн пур пуҫлӑха, влаҫа, вӑй-хӑвата пӑрахӑҫласа, Христос Хӑйӗн Патшалӑхне Ашшӗне, Турра, парсан вара вӗҫӗ ҫитӗ. 25 Мӗншӗн тесен Унӑн Хӑйӗн тӑшманӗсене ури айне тӑвичченех патша пулмалла. 26 Пуринчен кайран вара Вӑл юлашки тӑшманне – вилӗме – пӗтерӗ. 27 Мӗншӗн тесен Турӑ пурне те Унӑн умне ӳксе пӑхӑнмалла тунӑ. Пурне те Ӑна пӑхӑнтарнӑ тенӗ пулин те, паллӑ ӗнтӗ, пурне те Унӑн аллине панӑ Турӑ ку шута кӗмест. 28 Пурне те Христоса пӑхӑнтарсан вара Ывӑлӗ те пурне те Хӑй аллине панӑ Турра пӑхӑнӗ, вара Турӑ пӗтӗмпех пурин ӑшӗнче те пулӗ.

29 Апла мар пулсан, вилнисемшӗн тӗне кӗрекенсем мӗншӗн ҫапла тӑваҫҫӗ-ха? Вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан, вӗсемшӗн мӗн тӗне кӗмелли пур? 30 Мӗншӗн эппин эпир те пӗрмаях хӗн-хур куратпӑр? 31 Эпӗ Иисус Христос Хуҫамӑр умӗнче сирӗнпе мӑнаҫланатӑп. Ҫав мӑнаҫлӑхпа тупа туса калатӑп: эпӗ кашни кунах вилӗмпе куҫа-куҫӑн. 32 Этемле шухӑшласа каласан, эпӗ Ефесра тискер кайӑксемпе ҫапӑҫнин мӗн усси? Вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан, атьӑр эппин ҫиер те ӗҫер, ыран ҫавах вилмелле! 33 Ан улталанӑр: усал юлташсем ырӑ кӑмӑллӑ ҫынна та пӑсаҫҫӗ. 34 Тӑна кӗрӗр, йӗркеллӗ, ҫылӑхсӑр пурӑнӑр. Сире намӑс пултӑр та, анчах ҫакна калатӑп: сирӗнтен хӑшӗ-пӗри Турра пӗлмест.

Чӗрӗлнӗ ӳт-кӳлепе

35 Хӑшӗ-пӗри ҫапла ыйтӗ: «Вилнисем епле чӗрӗлсе тӑрӗҫ? Вӗсем мӗнле ӳт-кӳлепеллӗ пулӗҫ?» 36 Эй, ӑссӑрскер! Эсӗ мӗн акни хӑй пӗтмесӗр чӗрӗлӗх памасть. 37 Тулӑ е урӑх тырӑ-пулӑ акнӑ чухне эсӗ ӳсен-тӑран кӳлепине мар, ҫара пӗрчӗ акатӑн. 38 Кайран вара Турӑ ӑна Хӑй парас тенӗ пек кӳлепе парать, кашни вӑрлӑхӑн – хӑйӗн кӳлепи. 39 Кӳлеписем вара тӗрлӗрен: этемӗн хӑйне май, выльӑх-чӗрлӗхӗн хӑйне май, пуллӑн хӑйне май, кайӑк-кӗшӗкӗн хӑйне май. 40 Тӳпере те, ҫӗр ҫинче те кӳлепесем пур. Тӳперисен хӑйсен чапӗ, ҫӗр ҫинчисен – хӑйсен. 41 Хӗвел хӑйне май чаплӑ, уйӑх хӑйне май чаплӑ, ҫӑлтӑрсем хӑйне май чаплӑ. Ҫӑлтӑрпала ҫӑлтӑр чапӗ те пӗр мар.

42 Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси те ҫавнашкалах. Ҫӗрекен ӳт ҫӗре кӗрет, ҫӗрми пулса чӗрӗлсе тӑрать. 43 Ҫӗр айне пытарни чапсӑр, чӗрӗлсе тӑраканни чаплӑ. Ҫӗр айне пытарни халсӑр, чӗрӗлсе тӑраканни хӑватлӑ. 44 Чунлӑ пулни ҫӗре кӗрет, чун-чӗмлӗ пуласси чӗрӗлсе тӑрать. Чунлӑ ӳт-кӳлепе пур пулсассӑн, эппин чун-чӗмли те пур. 45 Ҫырнинче ҫапла каланӑ та: «Малтанхи этем, Адам, чӗрӗ чунлӑ пулса тӑнӑ». Кайранхи Адам вара чӗрӗ тӑвакан чун-чӗмлӗ. 46 Анчах та малтан чун-чӗмли мар, чунли пулать. Кайран тин чун-чӗмли пулать. 47 Малтанхи этем – ҫӗртен, тусантан пулнӑ, кайранхи вара – тӳперен аннӑ Хуҫамӑр. 48 Тусантан пулнӑ малтанхи этем мӗнле, ыттисем те ҫавнашкал. Тӳперен анни мӗнле, ыттисем те ҫавнашкал. 49 Эпир тусантан пулнин сӑнарӗпе епле ҫӳренӗ, ҫавнашкалах тӳперен аннин сӑнарӗпе ҫӳрӗпӗр.

50 Анчах та, тӑванӑмсем, сире акӑ мӗн калам: ӳтпе юн Турӑ Патшалӑхне кӗреймеҫҫӗ, ҫӗрекенни ҫӗрмен ҫӗре кӗреймест. 51 Тата сире ҫак вӑрттӑнлӑха пӗлтерем: эпир пуртех те вилместпӗр, анчах пурте улшӑнатпӑр. Улшӑнасса вара пурте пӗр самантрах, юлашки труба сасси илтӗнсенех улшӑнатпӑр. Труба кӑшкӑртсан вара вилнисем ҫӗрми чӗрӗлсе тӑрӗҫ, эпир улшӑнӑпӑр. 53 Мӗншӗн тесен ҫӗрекен ӳт-пӗвӗн ҫӗрми пулса тӑмалла, вилӗмлӗ ӳт-пӗвӗн вилӗмсӗр пулса тӑмалла. 54 Ҫӗрекен ӳт-пӳ ҫӗрми пулсан, вилӗмлӗ ӳт-пӳ вилӗмсӗр пулсан вара Ҫырнинче: «Вилӗме тӗппипех ҫӗнтернӗ», – тени пурнӑҫланӗ. 55 «Эй, вилӗм! Ӑҫта санӑн сӑнну? Эй, тамӑк! Ӑҫта санӑн ҫӗнтерӗвӳ?» 56 Вилӗм сӑнни – ҫылӑх, ҫылӑх вӑйӗ вара саккунранах килет. 57 Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ пире ҫӗнтерӳ панӑшӑн тавах Турра! 58 Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Ӗнтӗ ҫирӗп те иккӗленӳсӗр пулӑр. Хуҫамӑр ӗҫӗшӗн яланах пӗтӗм чуна парса тӑрӑшӑр, эсир тӑрӑшни Хуҫа Турӑ умӗнче усӑсӑр пулманнине пӗлсе тӑрӑр.

16

Чухӑн ӗненекенсене пулӑшасси

1 Чухӑн ӗненекенсем валли пулӑшу пуҫтарнӑ чухне эпӗ Галатири ӗненекен ушкӑнсене хушнӑ пек тӑвӑр. 2 Эпӗ сирӗн патӑра пырсан тин пуҫтармалла ан пултӑр тесен, сирӗнтен кашниех эрнен малтанхи кунӗнче хӑй пултарнӑ таран уйӑрса хурса упратӑр. 3 Эпӗ вара, пырсассӑн, пухнӑ пулӑшӑва Иерусалима леҫме хӑвӑр суйласа илнӗ ҫынсене хут ҫырса парса ярӑп. 4 Хамӑн та каймалла пулсассӑн вӗсем манпа пырӗҫ.

Ҫул ҫӳреме палӑртса хуни

5 Македони тӑрӑхӗсенче ҫӳресе ҫавӑрӑнсассӑн вара сирӗн патӑра ҫитӗп, мӗншӗн тесен эпӗ Македони урлӑ пыма шухӑшлатӑп. 6 Пӗр вӑхӑт эпӗ сирӗн патӑрта пурӑнасшӑн, тен, хӗл каҫӑп та, кайран вара эсир мана каяс ҫӗре ӑсатса ярӑр. 7 Хальхинче эпӗ сирӗнпе ҫула май кӑна курнӑҫасшӑн мар, Хуҫа Турӑ пулӑшсан, сирӗн патӑрта пӗр вӑхӑт пурӑнасса шанатӑп. 8 Ефесра вара эпӗ Аллӑмӗш кун уявӗччен пулӑп. 9 Турӑшӑн тӑрӑшса ӗҫлемешкӗн кунта лайӑх майсем уҫӑлчӗҫ, тӑшмансем те нумай. 10 Тимофей сирӗн патӑра ҫитсессӗн унӑн нимрен те хӑраса пурӑнмалла ан пултӑрччӗ тесе тӑрӑшӑр. Хуҫамӑр ӗҫӗшӗн вӑл манашкалах ҫунать. 11 Ҫавӑнпа та сирӗн хушшӑрта ун ҫине ҫӳлтен пӑхакан ан пултӑр. Ман патӑма тавӑрӑнмашкӑн ӑна эсир кӑмӑллӑн ҫула пуҫтарӑр. Эпӗ ӑна кунта ӗненекен тӑванӑмсемпе пӗрле кӗтетӗп. 12 Аполлос тӑванӑмӑр пирки вара ҫакна каламалла: сирӗн патӑра ытти тӑвансемпе пӗрле пыма эпӗ ӑна питӗ тархасларӑм, анчах та вӑл халь пыма кӑмӑл тумарӗ. Майлӑрах вӑхӑт тупӑнсассӑн пырӗ.

Ҫыру вӗҫӗнче ыйтни. Саламсем

13 Сыхӑ тӑрӑр, ӗненӳре ҫирӗп пулӑр, паттӑр та вӑйлӑ пулӑр. 14 Мӗн тунине йӑлтах юратса тӑвӑр. 15 Эй, тӑвансем! Манӑн сирӗнтен акӑ мӗн пирки ыйтмалли пур. Эсир Стефан кил-йышне, вӗсем Ахаияри малтанхи ӗненекенсем пулнине пӗлетӗр. Вӗсем ӗненекенсемшӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. 16 Эсир ҫав малтанхи ӗненекенсемпе сӑпайлӑ пулӑр, Турӑшӑн тӑрӑшса ӗҫлекенсене тата пулӑшакансене пурне те хисеплӗр. 17 Стефан, Фортунат тата Ахаик кунта килсе ҫитни мана савӑнтарчӗ, хам сирӗнпе пулманни те ытлах сисӗнмест. 18 Вӗсем ман чунӑма та, сирӗн чунӑра та лӑплантарчӗҫ. Ун пек ҫынсене хисеплӗр.

19 Аси тӑрӑхӗнчи ӗненекен ушкӑнсем сире салам яраҫҫӗ. Уйрӑммӑнах сире Акилӑпа Прискилла тата вӗсем патӗнче пухӑнакан ӗненекен ушкӑнрисем Хуҫа Турӑ ячӗпе салам калаҫҫӗ. 20 Мӗн пур ӗненекен тӑвансенчен сире салам. Эсир те пӗр-пӗрне сӑваплӑн, тӑванла чуптуса саламлӑр. 21 Куна хамӑн аллӑмпах ҫыратӑп: эпӗ, Павел, сире салам яратӑп. 22 Иисус Христос Хуҫамӑра юратман ҫынсене вара ылхан пултӑр. Килсемччӗ, Хуҫамӑр! 23 Сире Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗ пултӑр. 24 Эпӗ сире, Христос Иисуса ӗненекенсене, пурне те юрататӑп. Аминь.